#Article 1: Чăваш чĕлхи (272 words)


Чăваш чĕлхи — Чăваш халăхĕн чĕлхи. Çавăн пекех, тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи  пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи Пăлхарăн чĕлхипе хазар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш чĕлхине виçĕ диалект çине уйăраççĕ: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи. Чӑваш чӗлхине халаллас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Чӑваш чӗлхи кунне палăртаççĕ.

Чăваш чĕлхи - сăмах тытăмĕ енĕпе агглютинациллĕ, фонетика  енĕпе сингармонизмлă чĕлхе. Ку енсемпе вăл ытти тĕрĕк чĕлхисенчен ытлашши нимпех те уйралса тăмасть темелле.

Хуть те мĕнле чĕлхе те талккăшпех пĕр тĕрлĕ тăрăмра тăмасть. Чăваш чĕлхи те ку тĕлĕшпе ыттисенчен уйрăм мар. Вăл та тĕрлĕрен идиомсем çине пайланать. Çавăн пек идиомсенчен чи паллăраххисем —  диалектсем. Калас пулать, паянхи наука чĕлхе тата диалект хушшинчи чикĕсене яр уççăн палăртма пĕлмест. Çавна пула кунта тĕрлĕрен туртăмсем пулма пултараççĕ. Хуть те мĕнле пулсан та, чăваш диалекчĕсене виçĕ тĕрлĕ туса кăтартни вырăнлăрах..
Паянкун чăвашсем хушшинче чăвашла-вырăсла тута-масана шута илмесĕр хутăш пупленине тăтăшах илтме пулать, сăмахран: Эп ĕнер сан патна  шăнкăравлаймарăм, уçăлса  çуреме чĕнесшĕнччĕ. Халь вара акка патне хулана каяп  вырăнне Эпĕ  ĕнер сан патне свонит тăвамарăм, кулят тума пригласит тăвасшăнччĕ. Халь вара тётя патне хулана каяп..

ЧНК пĕлтернипе, чăвашла пĕлекенсен йышĕ çулсерен чакать.

Юлашки тапхăрта Мускаври ертӳçĕсем, уйрăмах вĕрентӳ шаралăхĕ, шкулта чĕлхесене вĕрентессине юри пăтраштарса тăнине, халăхсене хирĕçтермелли сăлтавсем шыранине палăртатпăр.

Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ Тăван чĕлхе пуянлăхне, халăх йăли-йĕркисен пархатарне тĕнче умне кăларма тата вĕрентӳ ĕçĕнче усă курма çителĕклĕ тăрăшмасть

Чăваш чĕлхипе япон чĕлхи хушшинчи çыхăнусем çинчен япон чĕлхи ятлă статьяра вулама пултаратăр.

Герман чĕлхисен хальхи чăваш чĕлхипе чылай пĕрлехи лексика никĕсĕ.




#Article 2: Тĕп страница/Old (147 words)


 

Википеди — тĕрлĕ чĕлхеллĕ ирĕклĕ вики-технологипе ĕçлекен энциклопеди. Чăваш уйрăмĕ 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. Ырă кăмăллă мĕнпур çынна  хамăр пата Википедире ĕçлеме чĕнетпĕр! Халĕ пирĕн энциклопединче  статья.

Кашни хутшăнакан Википедири статьясене  е çĕнĕрен пуçлама пултарать. Эсир Википедие анлă та тарăн хыпарпа пуянлатасса чун-чĕререн шанатпăр.

 тĕплĕн Википедин вырăс уйрăмĕнче ăнлантарса панă.

Чăваш Википедине тӳрлетме хăтлăрах пулмашкăн хăвăрăн компьютер çине чăваш сарăмне лартмалла. Ăна епле лартмалли пирки  ăнлантарса панă. Çавăн пекех сире Arial Unicode MS е Code2000 шрифчĕ кирлĕ пулĕ, вĕсене УНИКОД сарăмĕсенче усă курма пулать. Енчен те сирĕн Windows XP е Windows 2000 операци системи пур пулсан, ĕçлеме питĕ ансат пулĕччĕ.

Эхер те сирĕн комьютерăн чăваш сарăмĕ çук пулсан е унпа усă курма меллĕ мар пулсан, хăвăра май текста вырнаçтарма пултаратăр (тĕслĕхрен, ă вырăнне а, ĕ - е, ç - с, ӳ - у çырма пултаратăр), е латин сасă паллисемпе усă курăр. Эсир çырнине ытти хутшăнакансем тӳрлетĕç.




#Article 3: Николаев Андриян Григорьевич (194 words)


Андрия́н Григо́рьевич Никола́ев (1929 çулхи авăнăн 5-мĕшĕ, Шуршăл, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР — утă, 3 2004, Шупашкар, Раççей Федерацийĕ) — совет 3-мĕш космонавчĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ, авиаци генерал-майорĕ, чăваш.

РСФСР Аслă Канашлăвĕн 6 - 11 чĕнĕвĕсен депутачĕ. 1990 - 1993 çулсенче РСФСР халăх депутачĕ.

Чăваш Ен президенчĕн Н.В. Фёдоровăн йышăнăвĕпе мăнаçлăн тăван енӗнче — Шуршăл ялĕн çăви ҫине пытарнă, çакăнпа хĕрĕ — Елена Майорова — килĕшмен, вăл ашшĕн виллине Çăлтăр хулине куçарасшăн пулнă.

Иккĕ хутчен Совет Союзĕн Паттăрĕ. Ленин икĕ орденĕпе, Ĕçлĕ Хĕрлĕ Ялав, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе чысланă. К. Э. Циолковский ячĕллĕ, «Космос», де Лаво тата Ю. А. Гагарин ячĕллĕ ылтăн медальсемпе тивĕçтернĕ. НРБ Социалла Ĕç Паттăрĕ. ДРВ Ĕç Паттăрĕ. МНР Паттăрĕ. Георгий Димитров, Кириллпа и Мефодий (Болгари), Ялавăн бриллиантсемпе I степеньлĕ (Венгри), Сухэ-Батор (Монголи), Çăлтăр II класлă (Индонези), Ожерелье Нила (Египет) орденĕсене парса чапланă. Даниэльпе Флоренс Гуггенхеймсен премине илме тивĕç пулнă. Тĕнчери астронавтика академин хисеплĕ пайташĕ. СССР патшалăх преми лауреачĕ (1981). Калуга, Смулен, Ржев, Махачкала, Нальчик, Каспийск (Раççей), Караганда (Казахстан), Дархан (Монголи), София, Петрич, Стара-Загора, Варна, Плевен (Болгари), Карлови-Вари (Чехи), Буира (Алжир) хулисен хисеплĕ гражданинĕ. Уйăх çинчи кратера Николаев ятне панă.

Николаева халалланă почтă марккисене тĕрлĕ çĕр-шывсенче пичетленĕ:




#Article 4: Шупашкар (567 words)


Шупашкар () — Раççейри хула, Чăваш Республикин тĕп хули. Атăл юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă пысăк порт. Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк тĕн, экономика, политика, ăслăлăх, культура тата спорт центрĕсенчен пĕри. 

Шупашкар хули округне йĕркелет. Шупашкар хулин округĕ Муркаш, Красноармейски, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе тата Çĕнĕ Шупашкар хулипе чикĕленет. 

Хула кунне çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Шупашкарта пĕтĕмпе 497 618 ран пур енпе те лайăхрах, — тенӗ Екатерина II хулара пулса курнă хыççăн.

Тăваттăмӗш тапхăр XIX - XX-мӗш ӗмӗр пуçламăшӗпе тӳр килет. 

Шупашкар хули Атăлçи сăрчӗ çинче, Шупашкар шыв усравĕн сылтăм çыранӗ хӗррипе вырнаçнă. Пӗтӗмӗшле хула чиккин вăрăмăшӗ 83,3 çухрăмпа танлашать, çав шутра 67,0 çухрăм тип çӗрпе, 16,3 — Атăл çыранӗ хӗррипе.

Тӗп плана кура, хула лаптăкӗ 110 км² танлашать. Хула округӗн пӗтӗмӗшле лаптăкӗнчен шыв фончӗн çӗрӗсем 15,7%, вăрман фончӗн вара 24,8% йышăнаççӗ.

Шупашкар хули МСК (Мускав вăхăчӗ) тăрăхĕнче вырнаçнă. UTC вăхăтне кура +3 сехет хушăнать.  

Маларах асăннă вăхăта тата географи вăрăмлăхне кура вăтам хĕвеллӗ кăнтăр вăхăчӗ 11.51 пуçланать.

Геоморфлоги тĕлĕшĕнчен хула Аталçи платовĕ чиккинче тăрать. Çĕр çийĕн чăн паллисем 53 пуçласа 205 метра çити улшăнма пултараççĕ. Шупашкарта çырмаллă вырăнсем чылай. Хулан структуринче ытларах çырма рельефĕ палăрать, пĕчĕк юханшывсем те (Чебоксарка, Сугутка, Кайбулка, Кувшинка, Трусиха, Кӗçӗн Кувшинка) хулана хăйне майлă сăн кӳреççĕ. Çавна май хулара çуртсем юханшывсен чиккинче вырнаçнă. Вĕсем административлă районсем йĕркелесе кăнтăр еннелле сарăлаççĕ те (шалалла 10 çухрăм) Кӳлмек патĕнче амфитеатр евĕр пĕрлешеççĕ.

Атăл айлăмĕн сулахай çыранĕ ейӳ, çуркунне шыв илет. Сылтăм çыранĕ вара çӳллĕ, чăнкă, ăна шыв илеймест. 

Хăш-пĕр вырăн сăртлă пулнипе хула районĕсене çыхăнтармашкăн кĕперсем тума тивнĕ. 

Хальлĕхе хулара 5 тĕп кĕпер пур: 

Шупашкар климачĕ - вăтам континенталлă, ăна сивĕ çурçĕр тата нӳрлĕ атлантика сывлăш массисем йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне Шупашкар климачĕ çине Ази континенчӗ те витĕм кӳрет. 

Хĕлле - сивĕ, юрлă, вăтамран 5 уйăх тăсăлать. Çулла - ăшă, хăш чух шăрăх, 3 уйăх йышăнать. 

Çулталăк вăхăчĕсем улшăннă чух, çуркуннепе кĕркунне, çанталăк улшăнуллă, сывлăш температури кĕтмен çĕртен анма е хăпарма пултарать, çуркуннен иккĕмĕш çурринче юр-çумăр калăпăшĕ ӳсме, кĕр пуçламăшĕнче вара чакма пултарать. Куçăм тапхăрĕ çуркунне пĕр-икĕ уйăх, кĕркунне - икĕ уйăх йышăнать. 

Шупашкар нӳрлĕх шайĕ çителĕклĕ вырăнта вырнаçнă, анчах та вăл хăвăрт улшăнать. Юр-çумăр сахал пулнăран нӳрлĕх хăвăрт пăсланать, тăтăшах çĕр типет.    

Юр чӳк уйăхĕн 3-мĕш декадинче ларать те ака уйăхĕччен ирĕлмесĕр выртать, акан варринче вара пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтет. Юр çулталăкра пурĕ 150-160 кун выртать.      

Тĕп статья: Шупашкарăн администрациллĕ пайланăвĕ 

Хула виçĕ района пайланать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ, ҫавӑн пекех ӑна Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ пӑхӑнса тӑрарть. 

Шупашкара хула округӗн статусне панӑ.

Ҫавӑн пекех округа Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка (Шупашкар), Северный посёлоксем тата Чандрово ялӗ кӗрет.  

Шупашкар тесе çыраççĕ,каланă чух  Шубашкар теççĕ. Шубаш тени тĕрĕк чĕлхисенче çарсемпе тăрăхсен ертÿçисене каланă. Вырăсла наместник пулать. Наместник çумĕнче проффессиллĕ çар çыннисем - чăвашсем, хĕсметре тăнă. Вĕсем пĕчĕк карман командирĕсем пулнă, çармăссене çар ĕçне вĕрентсе тăнă. Ун чух чăваш,тутар тата çармăс тени халăха пĕльтермен, сословине пĕлтернĕ.  Сăмахĕ икĕ пайран тăрать: Шупаш тата кар (карса çирĕплетес), карман сăмахран ĕнтĕ. Шупашкар тени Субашăн тата чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕсленни çинчен каланă халап пур.

Хула администрацийĕн пуçлăхĕ — Ладыков Алексей Олегович.

Вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ — Кудряшов Сергей Владимирович.

Шупашкарӑн хула спутникӗ пур — Çĕнĕ Шупашкар, вӗсем иккӗшӗ пӗрле 680 пин ытла ҫынран тӑракан  полицентрла агломераци йӗркелеҫҫӗ. 

Шупашкар XX ĕмĕр пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Хула урамĕсенче йывăçсем нумай пулнă пулин те, ятарласа илемлетме лартнă ӳсен-тăрансем пулман. 1930 çулччен пачах та урамсене хитрелетмен.

Тӳремсем:

Парксем:

Скверсем:

Шупашкарăн 3 тăванлă хула:




#Article 5: Чăваш Республики (1340 words)


Чăваш Респу́блики / Чăваш Ен () (кĕскен) ()  — , Раççей Федерацин субъекчĕ, унăн йышĕнчи республика. Тĕп хула — Шупашкар.

Республикăн патшалăх чĕлхисем: чăваш, вырăс.

Республика пуçлăхĕ — Николаев Олег Алексеевич.

Республика Мари Республикипе çурçĕрте, Чулхула облаçĕпе анăçра, Чĕмпĕр облаçĕпе кăнтăрта, Тутарстанпа тухăçра, Мордва республикипе кăнтăрта чикĕ тытать. Атăлçи федераци тăрăхне, Атăл-Вятка экономика районне кĕрет.

Республика кунне çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕ - cap.ru.

Халӑх кăмăл-шухăшне шута илсе, 1920 ҫулхи çĕртмен 24-мӗшӗнче РСФСР ПРТĔК тата Халăх Комиссарĕсен Канашĕ Чăваш автономи облаçĕ РСФСР пайĕ пулать текен çирĕплетĕве В. И. Ленин тата М. И. Калинин алӑ пуснă. 1924 ҫулăн вӗҫӗнче вара Чӑваш автономи ертӳҫисем ЧАССР шайне хăпартмалли проекта хатĕрленĕ. 1925 ҫулхи акан 21-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри Ӗҫ Тӑвакан Тӗп комитет Чӑваш Автономи Облаҫне Чăваш Автономин Совет Социализм Республики шайне çити улӑштарма палӑртнӑ. Унтан ВИКК постановление июнӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш АССР ҫумне Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Улатӑр уесӗнчи ҫак вулӑссем хутшӑннӑ: Улатӑр, Пӑрачкав тата Кувакин хулипе, 121 464 ҫын халӑхӗпе.

Д.П. Петрова (Юман), М. П. Петрова, А. П. Прокопьева-Миллие тата пӑлхарти ытти таврапӗлӳҫӗсен тапхӑрӗнче чӑваш халӑх историйӗнче ылтӑн ӗмӗр тесе сӑнласа панӑ, социаллӑ-класс хирӗҫӗвӗсем тата ҫак патшалӑхра эксплуататорсен пусмӑрӗ пурри пирки шута илмен. Ҫав ҫулсенчех буржуази националисчӗсем чӑвашсене пӑлхара ят парас кампание уҫнӑ, Чӑваш АССР вара Пӑлхартеме сӗннӗ.»

Чăваш Республики çĕрĕсем Тухăç-Европа тӳремĕн тухăçĕнче, ытларах Атăлăн сылтăм енĕнче, унăн Сăрпа Сĕве юпписем хушшинче выртаççĕ.

Республикăн чи çӳллĕ вырăнĕ Улатăр районĕнчи Шумы ял çывăхĕнче вырнаçнă. Çӳллĕшĕ — тинĕс шайĕнчен шутласан 271 метр.

Паха хура тăпраллă çĕрсем республикăн кăнтăр-тухăçĕнче, Тутарстанпа юнашар çĕрĕсенче, кăнтăр-анăçĕнче, Сăртан тата Мăн тата Кĕçĕн Çавалтан анăçалла вырнаçнă.

Атăлăн гидроэлектропотенциалне республикăра Шупашкар ГЭСĕнче пĕтĕмпех пурнăçа кĕртмен.

Фосфорит минералĕсен янтă пурлăхĕ 148,7 млн т, çунăк сланецсен — 199,1 млн т, торф.

Чӑваш ен виҫеллӗ континентлӑ климатпа зонӑра тӑрать тата вӑрманпа вӑрманти ҫутҫанталӑк зонисене кӗрет. Январьти вӑтам ҫул ӳсекен сывлӑш температури-113°С; утӑ уйӑхӗнче +20°с. осадков тапӑннӑ вӑтам калӑпӑшӗ-530-570 мм.

Чӑваш Ен температурин температурин нумай пайне XX ӗмӗрте регистрациленӗ тата 2 минимума XIX ӗмӗрте регистрациленӗ, 3 абсолютлӑ максимм пирӗн ӗмӗр пуҫламӑшӗ тӗлне лекнӗренпе XIX ӗмӗрте регистрациленӗ.

Ку тăрăха çынсем 80 пин çул каялла пурăнма килнĕ. Археологсем Чăваш Енре апаш, анань, хулаш культурин вырăнĕсене тупса палартнă. 

Чăвашсен мăн аслашшĕсем ку тăрăха VII ĕмĕрте çитнĕ. Кунта вĕсене Кăтра Паттăр ертсе килнĕ. Атăлпа Чулман Атăл хушшинчи çĕрсем çине çитнĕ хыççăн çĕнĕ патшалăх йĕркеленме тытăнать — вăл историре Атăлçи Пăлхар ятпа юлнă. Атăлçи Пăлхар питĕ вăйлă патшалăх пулнă. Унăн çĕрĕсем хальхи Чулхулапа Урал тăвĕсем таран саралса выртнă. Патшалăх культура енĕпе вăйлă аталаннă — паллă çыравçăсем, ăсчахсем пурăннă.

XIII ĕмĕрте монголсем пĕтĕм тĕнчене кисретме тытăнаççĕ, пĕр халăх хыççăн тепĕр халăха хăйсене пăхăнтараççĕ. 1223 çулта Атăлçи Пăлхар тапăнса кĕнĕ монголсене чи малтан çапса аркатнă. 1229, 1232 çулсенче вĕсем каллех Атăлçи Пăлхара тытса илес шухăшпа килеççĕ, анчах та вĕсене çăпса аркатаççĕ. Темле вăйлă патшалăх пулсан та 1236 çулта Атăлçи Пăлхар тутар-монголсене парăнать. Çапах та вĕсем ку тăрăхра канлĕ хуçаланайман — çăлăнса юлнă халăх темиçе хут та пăлхав çĕкленĕ. 1241 çулта вара тутар-монголсен ку çĕрсене иккĕмĕш хут çĕнтерсе илме тивет. 1242 çулта Ылтăн Урта йĕркеленет, ку çĕрсем вăл патшалăха кĕреççĕ. 1361 çулта ку çĕрсем çине Ылтăн Уртапа хирĕçсе кайнă Уксак Тимур килсе кĕрет — нумай халăха касса тухать.

Раççей шутĕнче пурăннă вăхăтра Чăваш Енĕн çĕрĕсенче темиçе вăрçă тухать — пурĕ те çĕрĕçтешсене пусмăрланинчен хăтарассипе çыхăннă. Степан Разин, Емельян Пугачёв ертсе пыракан вăрçăсене чăвашсем уйрăмах хастар хутшăннă.

Республика хӑйӗн конституцийӗпе саккунсем пур. Хӑйӗн право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе тӑрассине, ҪАВ шутра РФ конституцийӗ палӑртнӑ шайра политика, экономика тата культура сферисенче хутшӑну йӗркелекен саккунсемпе ытти нормативлӑ право акчӗсене йышӑнассине те, РФ Конституцийӗ палӑртнӑ шайра пурнӑҫлать

Республика тӗп саккунӗ-2000 ҫулта йышӑннӑ Чӑваш Республикин Конституцийӗ.

Чӑваш Республикинче должноҫри чи аслӑ ҫын-2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗччен-Президент) шутланать. 1994 ҫулта чӑваш Енӗн пӗрремӗш Президенчӗ Николай Васильевич Федоров пулчӗ. 2010 ҫулхи август уйӑхӗнче иккӗмӗш президент, малалла Чӑваш Ен пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьев пулчӗ.Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа 2020-мӗш тивӗҫсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Николаев Олег Алексеевич пулчӗ.

Патшалӑх Канашӗ (парламент) чӑваш Ен патшалӑх влаҫӗн чи представительлӗ, саккунсемпе тӗрӗслев органӗ шутланать.

Республика Министрсен кабинечӗ патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан тата хушакан органӗ пулса тӑрать тата премьер-министр ертсе пырать.

Чӑваш Республикинче 21 администрациллĕ-территориллĕ район, 9 хула (ҫав шутра республика шайĕнчи 5 хулапа район шутĕнчи 4 хула), хулаХЕП,  1700 яхăн ялти пурăнан вырăн.

Республика тĕп хули — Шупашкар ( 495 317 çын пурăнать). 2001 çулта хула Раççейри чи чи хăтлă хула ятне çĕнсе илнĕ.

Республика шайĕнчи хуласем халĕ хула хутлăхĕ статусĕнчи муниципаллă йĕркеленӳсем, районсем — муниципаллă районĕсем статусĕнчи муниципаллă йĕркеленӳсем. 

Чӑваш Республики Атӑл-Вятка экономика районне кӗрет.

Чăваш Республикин экономики РФ субъекчӗсен хушшинче вӑтаммисемпе аутсайдерсем хушшинче тӑрать. Регионти пурнӑҫ хакне хӑвӑртлатнӑ чун ВРПӖ вӑтам раҫҫейри пурнӑҫран 54 процентпа танлашать. Атӑлҫи тăрăхĕнче Пензӑпа Киров облаҫӗсен тата Атӑл-Вятка районӗнчи (Мордвапа Мари Эл) вӑйсӑртарах аталанакан республикӑсен кӑтартӑвӗсем кӑна япӑхрах.

Чӑваш Ен экономикинче впп тытӑмӗнчи ял отраçлĕн тӳпи РФ вӑтамран икӗ хут ҫӳллерех (9,4 тата 4,9 %), ВПП 31 проценчӗ промышленноҫ (РФ вӑтамран — 33,2%) парать.Республика промăçлăхĕ, тӗпрен илсен, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ (агломерацире промăçлăх продукцин виҫӗ пайне кăлараççĕ).Промтрактор АУО-Раҫҫейри тата ҫӗршывсенчи Пĕртен-пĕр СНГ савучӗ, вӑл бульдозерпа кӑпӑшка тата мӑрьеукладка техникин пысӑк производствипе тӗнчери предприяти-лидерсен тӑваттӑмӗш пайне кӗрет. Предприятисем туса кӑларакан машинӑсемпе нефтегаз, горнорудной тата строительство отраслӗсенче усӑ кураҫҫӗ. 

Шупашкарти прибор тӑвакан савут (хальхи официаллӑ ячĕ - ЭЛАРА Ăслăхпа производство комплексӗ — АУО Ильенко, ӗлӗкхи ячӗ — Элара ЧПППП —АУО) - Раҫҫейри пысӑк предприяти, граждан тата ҫар отраслӗ валли кӑткӑс электронлӑ приборсем кӑларакан пысӑк предприяти. Предприятисенче производство конверсийӗ иртет, продукцин ҫӗнӗ тӗсӗсем уҫӑлаҫҫӗ: автомобиль промăçлăхӗ валли приборсем туса хатӗрлесси, медицинăри компьютер томографисене туса кӑларасси. Шупашкарти агрегат савучӗ АУО-раҫҫейри промышленноҫ предприятийӗ — ӑна автотрактор промышленноҫпа ял хуҫалӑх техники валли хатӗрленӗ чаҫсем кӑларма специализациленӗ. Раҫҫейри лидер трактор техникин ҫул-йӗр системисем валли саппас пайĕсене туса кӑларать. Шупашкарти электроаппарат савучӗ (ЧЭАЗ ЗОО) акционерсен хупӑнчăк пĕрлĕхĕ — Раҫҫейри электротехника профилӗнче аслӑ тата пысӑк предприятисенчен пӗри. Сахал вольтлӑ управлени аппарачӗсене, микропроцессор хатӗрӗсене, электричество энергине напряженийӗпе 0,4-110 кВ таран электричество энергине валеҫмелли хатӗрсене туса кӑларакан предприяти.

Ҫӗнӗ Шупашкарти электроэнергетика - Шупашкар ГЭСӖ, ҫавӑн пекех Химпром савучĕ — Раҫҫейре хӑйӗн отраçлӗнче Раҫҫейре чи пысӑккисенчен пӗри — электростанцисемпе кĕçĕн станцисем валли хатӗрсем кирлӗ. 2007 ҫулта Химпром АУО Ренова Оргсинтез холдингĕ илнĕ, химсавучĕн базинче хӗвел батарейисен модулӗсене туса кӑларма техникӑпа ӗҫе кӗртмелли зона йӗркеленĕ.

Канашра автоагрегат тăвакан тата вагон юсакан савутсем ӗҫлеҫҫӗ, Улатӑрта прибор тăвакан савутсе пур, Ҫӗмӗрлере автофургонсемпе ятарлӑ автомобильсем туса кӑларассине йӗркеленӗ.

Вӑрнар поçолăкӗнче ĕлӗк хими савучӗ ӗҫленӗ, халӗ ун вырӑнӗнче хутӑш препаратсен савучӗ ӗҫлет. Ытти 20 муниципалитета промышленноҫ производствин 6 проценчӗ кӑна тивет.

Чӑваш Енре сывлӑх сыхлавӗн 4 учрежденийӗпе сывлӑх сыхлавӗн Министерствине пӑхӑнса тӑракан 68 учреждение регистрациленӗ, вӗсенче 30 000 ытла ҫын ӗҫлет, ҫав шутра 5 пин ытла врач, 13 пин ытла медицина сестрипе арҫын тӑвансем тата кӗҫӗн медицина ӗҫченӗсем 12 пин ытла ҫын.

Чӑваш Республикинче вӗренӳ аталанӑвӗн 2040 ҫулччен Чӑваш Республикин Президенчӗн Указӗпе ҫирӗплетнӗ 21.03-2008 № - лӗ ҫуртран пуҫласа 25 № - лӗ ҫурт таран: хальхи вӑхӑтра республикӑра 344 чӑваш, 177 вырӑс, тутар наци шкулӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 4 учрежденире вӗренекенсем мордов чӗлхине вӗренеҫҫӗ. Хальхи сеть ачасене лайӑх пӗлӳ илме тата политикӑпа ҫыхӑннӑ анлӑ условисенче лайӑх пӗлӳ илме май парать  [46].

Чӑваш Ен Вӗренӳ Министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх,2009 ҫулта республикӑра чӑвашла шкулсен 65 проценчӗ, 31 проценчӗ-вырӑсла, 3 % - тутар чӗлхисемпе. Чӑваш чӗлхи тӑван чӗлхене 344 чӑваш шкулӗнче тата патшалӑх чӗлхи пек — ытти 198 шкулта вӗрентнӗ. Чӑваш, тутар наци шкулӗсен 1-5-мӗш класӗсенче тӑван чӗлхепе вӗрентӳ пуҫланнӑ.

Пурĕ Республикăра 1062 вĕренӳ заведенийĕ. Вĕсен шутĕнче 430 шкул çулне çитмен ачасем валли, 564 шкул, 16 интернат шкулĕ, 4 ача çурчĕ, 27 професси училищи, 32 вăтам пĕлӳллĕ професси илмелли заведени, 21 аслă вĕренӳ заведенийĕ.




#Article 6: Раççей Федерацийĕ (119 words)


Раҫҫей Федерацийĕ, Раҫҫей (вырăс Российская Федерация, Россия) — Европăн хĕвелтухăҫ енĕпе Азин ҫурҫĕр енĕнче вырнаҫнă патшалăх. 

Раҫҫейре 180 ытла (2002 ҫулхи шутлавĕпе) яхăн халăх пурăнать. Тĕп чĕлхе — вырăс чĕлхи.

Раҫҫей Федерацийĕ — нумай нациллĕ ҫĕршыв. Тĕпчевҫĕсем каланă тăрăх, Раҫҫейри халăхсем 176 чĕлхепе калаҫаҫҫĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану ҫул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.

Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раҫҫей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе ҫемйине кĕреҫҫĕ: инди-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе ҫемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.

Раҫҫей патшалăхне историн тапхăрĕсенче темиҫе ятпа асăннă.

Раççейре 143,8 млн. çын, ытларахăшĕ, 4/5 пайĕ Европа енĕнче пурăнать: вырăссем (79,8 %), тутарсем (3,8 %), украинсем (3 %), Чăвашсем (1,2 %), пушкăртсем (0,9 %), чеченсем (0,9 %), эрменсем (0,8 %). Хула çыннисем 73%.




#Article 7: Вырăс чĕлхи (120 words)


Вырăс чĕлхи — вырăссен чĕлхи, славян чĕлхи, Раççей Патшалăхĕн патшалăх чĕлхи. Вырăс чĕлхи çавăн пекех Белорусиpe, Казахстанpa, Киргизиpe патшалăх чĕлхисенчен пĕри. Чăваш Енре те конституци тăрăх вырăс чĕлхи чăваш чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать.

Вырăс чĕлхине «Language Monthly» (№ 3 за 1997) журналта çырнă тăрăх пĕтĕм тĕнчипе 285 миллиона яхăн çын пĕлет. Çавăнпа та вырăс чĕлхине тĕнчепе сарăлни енчен тăваттăмĕш вырăна лартма пулать. 160 миллион вырăсла калаçакан ăнa хайĕн тăван чĕлхи тесе йышăнать (тĕнчере 7 вырăнта).

Вырăс чĕлхи çырăвĕнче кириллица алфавитĕнчен (кириллицăран) пыракан вырăс алфавичĕн никĕсĕпе усă кураççĕ.

Вырăс чĕлхин алфавичĕн хальхи тĕсĕнче 33 саспаллилли, ăна 1918 çулта (официаллă 1942 çултанпа кăна: унчен вырăс алфавитĕнче 32 саспалли тесе шутланă, мĕншĕн тесен Е тата Ё пĕр саспаллин икĕ варианчĕ тенĕ).




#Article 8: Яковлев Иван Яковлевич (406 words)


Иван Яковлевич Яковлев — чăваш халăхĕн XIX ĕмĕр вĕçĕнчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи çутлăхçи, çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенĕ, Библие чăвашла куçараканĕ. 

Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университечĕ И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленсе тăрать. Шупашкарта Чăваш патшалăх университетĕнче çутлăхçă эткерне тĕпчекен лаборатори ĕçлет, ятарлă музей пур. И.Я. Яковлев палăкĕ Шупашкарта Чăваш Республикин Наци библиотеки умĕнче вырнаçнă. Кунсăр пуçне И.Я. Яковлев музейĕ тăван ялĕнче те, Чĕмпĕрте те пур.

Тс. Станислав орденĕ 3 ст. 26.12.1878 г. 
Тс. Станислав орденĕ 2 ст. 27.12.1887 г. 
Тс. Анна орденĕ 3 ст. 15.05.1889 г. 
Тс. Анна орденĕ 2 ст. 26.12.1892 г.

Ориенталист тĕпчевçĕ Н. И. Ильминскипе Хусан университетĕнче паллашнă хыççăн И. Я. Яковлевăн чăваш азбукине туса чăвашсем валли букваре пичетлесе тăван чĕлхе туртăмĕпе чăвашсене ăслăхпа  литература патне çул уçас ĕмĕт татах çирĕпленнĕ.
Чăваш чĕлхин фонетикине тĕпчесе пĕрремĕш 47 сасă паллиллĕ чăваш азбукине йĕркеленĕ. Анчах та 47 сасă паллине асра тытма йывăр пулнипе И. Я. Яковлев тепĕр азбукăна пăхса тухса, 1873 çулта 25-шне кăна хăварать.

Чи малтанах И. Я. Яковлев Евангелие чăвашла куçарма тытăнать, çак ĕçе вăл 1911 çул тĕлне кăна вĕçлет. Библие куçарассипе вăл 1922 çулчен тăрăшать, вара И. Я. Яковлевăн пичетрен тухман материалĕсене Британ библи пĕрлешĕвне панă.
Тĕн литературисĕр пуçне вăл «Сказки и предания чуваш» пухăмне тата иккĕ томлă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» хатĕрлесе пичетленĕ, вырăс классикĕсен ĕçĕсене: Пушкинăн «Полтавине», Лермонтовăн «Песни про купца Калашникова» поэмине, Толстойăн калавĕсене тата ур. чăвашла куçарнă.

Хăйĕн пурнăçĕ тăршшипе Яковлев чăвашла 100 ытла кĕнекепе брошюрăна çутта кăларнă.

Екатерина Алексеевна килте кăна мар вăй хунă. 1878 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче хĕрарăм уйрăмĕ уçăлнă, каярахпа вăл унти ĕçсене ертсе пынă, хăйĕн упăшкипе пĕрле вĕрентӳçĕ ĕç вырăнĕнче тăрăшнă.

Ăрăва тăсакан тивĕçлĕ çынсем — О. А. Яковлева мăнукĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ, И. А. Яковлев мăнукĕ физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ. Икĕ хĕр мăнукĕ: Е. А. Некрасова — ӳнер тишкерӳ тухтăрĕ, А. А. Некрасова — Театр ӳнерĕн патшалăх институчĕн профессорĕ. И. Я. Яковлевăн кĕçĕн мăнукĕсем хушшинче те паллă ятлисем пур. А. Б. Покровская — Раççей Федерацин халăх артисчĕ, А. Б. Покровский — Мускав консерваторин концертмейстерĕ, В. В. Павлов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ, Е. В. Павлова — ӳнер тишкерĕвĕн кандидачĕ, Франсуаза Варе — медицина профессорĕ (Франци), М. О. Ефремов — Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Л. Д. Некрасова — мускав ен тишкерӳçи, ӳнер тишкерӳçи. Ку чăваш халăхĕн чаплă ывăлĕн ăрăвĕн улттăмĕш сыпăкĕ.

Тĕп статья: И.Я.Яковлев харкамлăхĕ пирки пыракан тавлашусем.

И. Я. Яковлевăн еткерлĕхне упрама Шупашкарта И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ çумĕнче И. Я. Яковлев институтне йĕркеленĕ.

Музейсем:

Палăксем:




#Article 9: Лапсар (161 words)


Лапсар ялĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи ял. Шупашкар хулинчен пиллĕк çухрăмра вырнаçнă. Лапсар çумĕнче Çĕнĕ Лапсар ятлă паçулкă пуçланса кайнă.

Ĕлеххи хутсем çине ял ячĕ тĕрлĕрен çырăнса юлнă. Чи малтан вăл «Янымово» ятпа палăрать. Ку, паллах, вырăсла документ пулнăран, чăвашла ячĕ епле пулнине палăртма май çук. Янымовăран Ассакасси ялĕ уйрăлса тухнă теççĕ.

Халăхра çавăн пекех Лапсар-Шăхча ят паллă. Ку ят Ашмарин хатĕрленĕ 17 томлă сăмах пуххине те кĕнĕ. Унта Шăхча ятпа ытти ялсем те çырăнса юлнă: Çатра-Шăхча (хальхи Çатракасси), Çĕньял-Шăхча (хальхи Çĕньял), Вăрманкас-Шăхча (хальхи вăрманкас), Варпуç-Шăхча (хальхи хăш яла тӳр килни паллă мар). Ĕлĕкрех ку ялсем тĕп тĕмĕ шутланнă пулĕ.

Революциччен ял Шупашкар уесĕн Шупашкар вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпан 1-мĕшĕнче районсене хута кĕртнĕ хыççăн Шупашкар районне лекнĕ.

Лапсар ялĕ çырма-çатраллă вырăнта ларать. Çывăхра чылай вăрман упранса юлнă. Унта халăх мăйăр, кăмпа пуçтарать.

Ялта пĕр пĕве пур. Хальхи вăхăтра вăл типсе ларнипе пĕрех.

Урамсем: Комсомол, Шоссе, Шупашкар (ку урама çавăн пекех Киремет урамĕ теççĕ. Ун пĕр енĕ Киремет енне тухнă пулнă).




#Article 10: Чăвашсем (441 words)


Чăвашсем (Чăваш халăхĕ, пĕрреллĕ хисепре чăваш), — тĕпрен илсен Атăл-Урал регионĕнче пурнакан халăх. Этнос.
Тĕрĕк ушкăнне, алтай йышне кĕрекен чăваш чĕлхипе калаçаççĕ. Чăваш республики чăвашсен хальхи  историлле çĕршывĕ (патшалăх) тата чĕлхепе культура вучахĕ шутланать. 

Çавăн пекех Раççейĕн Тĕмен, Кемĕр, Ăренпур, Мускав облаçĕсенче, Казахстанра, Украинăра, Беларуçре, Балти çумĕнчи çĕршывсенче пурăнаççĕ.

Ăслăх пĕрлĕхĕнчи тĕп гипотезипе чăвашсем хăйсене  атăлçи пăлхарĕсен кăкĕнчен тухнă тесе шутлаççĕ. «Чăваш» этноним пĕр шухăшпа пăлхар йăхĕсен пĕр ушкăнĕн — сăвар-сувассен — ятĕнчен пулса тухать , вĕсем хăйсем, сăварсен пĕрлешĕвĕн юлашкисем пулаççĕ. Анчах та ку пĕр верси çеç, вăл та пулин чи ăнăçли мар. , сувассем, ислама йышăнман уйрăм халăх пулса тăраççĕ, çакна пула ĕнтĕ чăвашсем каярах христианлăх йышне кĕреççĕ. Ку - пĕр верси тейĕпĕр. Çапах та суварсем-сувассем те исламран пăрăнса юлайман пулас. 

В. Г. Егоров тĕпченипе, чăвашсем тĕрĕк чĕлхине йышăннă вырăнти финн-укăр йăхĕсенчен (марисем) пулса тухнă. Мари компоненчĕ чăваш этносĕнче нумай вырăн йышăнать. Çак пĕтĕмлетĕве урăх антропологи хыпарĕсем те çирĕплетеççĕ.

XV-XVI ĕмĕрсенче чăвашсем уйрăм халăх статусĕпе Хусан ханлăхне кĕнĕ. 1551 çулăн варринче чăвашсем Мускав патшалăхне кĕреççĕ.

XVI—XVII ĕмĕрсенче чăвашсем патша тӳре-шарисем пусмăрне хирĕç çĕкленеççĕ: 1571—1573 çç., 1609—1610 çç., 1634 ç.; 1670—1671 çулсенчи С. Т. Разин ертсе пынă пăлхава, 1774 çулта Е. И. Пугачев вăрçине хутшăннă. Пăлхавсене пусарас тĕллевпе XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче патша правительстви Атăл тăрăхĕнчи халăхсене тимĕрçĕ ĕçĕсемпе тăрмашланма чарнă. Çак чару XIX ĕмĕрченех пынă..

Чăвашсен антропологи тĕсĕ кăткăс. Чăваш халăхĕн чылайăшĕ европа евĕр тĕсĕпе палăрать. Антропологи тĕпчев ĕçĕсемпе килĕшӳллĕ, чăваш халăхĕн 10,3% кăна монгол евĕр ĕренки ытларах, вĕсенчен 3,5% яхăн «таса» монгол евĕрлĕ теме те пулать, 68,6% хутăш монгол-европа тĕслĕ (европе евĕр ĕренки ытларах),  21,1 % хальхи чăваш - европа евĕр, тата 5,1% сублапана тĕслĕрех, монгол евĕрлĕхĕ сахал курăнать.

Чĕлхе — чăваш. Тĕрĕк чĕлхисен пăлхар ушкăнĕн пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхи шутланать. Икĕ уйрăм диалект — анатри («у-калаçакан») тата тури е вирьял («о-калаçакан») Çаплах тĕпчевçĕсем анат енчи диалекта та уйăраççĕ. Çавăн пекех вырăнти калаçу тĕслĕхĕ чылай.

XVIII ĕмĕртенпе чăваш çырăвĕнче кириллица графикипе усă кураççĕ. Фонетика тытăмĕпе чĕлхе тĕрĕк чĕлхисен ушкăнĕнче уйрăм вырăн йышăнать.

Авалтанпах чăвашсем нумай турăлăх йĕркипе пурăннă. Православи тĕнне вара вырăссен аллине лексен йышăнма тытăннă. Яланхи пекех, урăх тĕне ирĕкĕсрех кĕртнĕ: киремет йывăççисене çунтарса янă, мĕн-авăлтан пынă йеркесене пăснă тата халăх ăнланман челхесемпе çĕнĕ ятсем панă. Çавăнпа çĕнĕ тĕне ĕнненни çиелтен кăна пулнă, ĕлĕкхи йăласем халăх хушинче сыхланса юлнă. ХIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче III-мĕш Элексантр патша хушнипе православи тĕнне кĕртес чи хăрушă юхăм пуçланать. Çак вăхăтра юлашки юлнă халăх тĕнĕсене тытса пыракансен ытларах пайне ирĕксĕрех православине кĕртеççĕ. Вырăс тĕнне кĕрес килменнисем ислам тĕнне йышăнаç те, кайран, мусульманла ятсем илсен, тутара куçаççĕ. И.Я.Яковлев, хăй христиан тĕнне тытса пыракан çемьере усравра ӳснĕскер, тĕн кĕнекисене чăвашла куçарма, православи чиркĕвĕн çыннисем пулăшнипе, çĕнĕ алфавит тăвать. Çавăн пек вара православи вĕрентĕвне халăх хушшинче сарма пулăшать.




#Article 11: Казахстан (110 words)


Касахстан (, ) — Азире вырнаçнă патшалăх. Раççей Патшалăхĕпе, Китайпа, Кăркăсстанпе, Туркменипе, Ӳспекстанпа çуммăн вырнаçнă.

Касахстанăн чылай пайĕ тӳремлĕ вырăн, мальенпе кăнтăр-мальенче çеç сăртсемпе тусем курăнаççĕ. Кăркăсстанпе чикеленнĕ вырăнти сăртсен çӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 5 000 метра çитет. Касахстанăн çурçĕр пайĕ Анăçри Çĕпĕр тӳремне йышăнать.

Çанталăкĕ кунта çирĕп континентлă тăрать. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — −19 °C пуçласа −4 °C таран, утă уйăхĕнче — +19 °C пуçласа +26 °C таран. Çулла сывлăш +49 °C таран хĕрме, хĕлле −50 °C таран чакма пултарать.

Тĕп юханшывсем — Уралпа Эмба (Каспи тинĕсне юхса кĕреççĕ), Сырдарья (Арал тинĕсне юхса кĕрет), Или (Балхаша юхса кĕрет), Тобол, Иртыш, Ишим (вĕсем çурçĕрелле юхса Çурçĕр Пăрлă океана юхса кĕреççĕ).




#Article 12: Тутарсем (145 words)


Тутарсем (тăван ячĕ — , нум. х. татарлар, tatarlar) — Раççейĕн европа пайĕн вăта облаçĕсенче, Атăлçире, Уралçумĕнче, Çĕпĕрте, Казахстанра, Вăтам Азире, Синьцзянра тата Инçет Тухăçра пурăнакан тĕрĕк халăхĕ.

Раççейри тутар халăх йышĕ 5554,6 пин çын (2002 çулхи халăх çыравĕпе) — Раççейре пурăнан халăхăн 3,83 %. Раççей Федерацинче йышĕпе иккĕмĕш вырăнта (вырăссем хыççăн). Виççĕ тĕп этнотерритори ушкăна: атăл-урал тутарĕсем, çĕпĕр тата аçтăрхан, хăш чухне поляк-литва тутарĕсене те палăртаççĕ, пайланаççĕ. Тутарсем Тутарстан Республикин çурринчен ытларах пайĕ (52,9 %, 2002 çулхи çыравпа). Тутар чĕлхи алтай çемьинчи тĕрĕк ушкăнĕн кăпчак кĕçĕн ушкăнне кĕрекен чĕлхе,  унăн виççĕ диалект: анăç (мишер), вăта (хусан-тутар) тата тухăç (çĕпĕр-тутар). Тутарсен ытларах пайĕ мăсăльман сунит тĕнне ӗненет, пӗчӗк пайĕ — кряшенсем — Православине ӗненеҫҫӗ.

Тутар йăлине кĕнĕ кил-çурт — пураллă, урамран картишпе уйăрнă пӳрт. Пӳртĕн мал енне тĕрлĕ тĕслĕ ӳкерчĕксемпе илемлетнĕ. Аçтăрхан енчи тутарсен, ытларах енĕпе хирте пурăннă йăла юлнипе, çулла пурăнмашкăн юртăна усă курнă.




#Article 13: Çĕнтерӳ кунĕ (113 words)


Çĕнтерӳ кунĕ, — СССР Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче 1945 çулта фашистлă Германине çĕнтернине палăртакан кун. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче иртереççĕ, Раççейре канмалли кун шутланать.

Пĕрремĕш хут чаплăн ăна 20 çул иртсен кăна палăртнă, Çав çулах куна канмалли уяв кунĕ туса хунă. Кашни çулах халĕ парад иртереççĕ. СССР саланнă хыççăн нумай çул парадсене иртермен, 1995 çулта кăна, вăрçăра çĕнтерни 50 çул çитсен, парад иртернĕ. Вăл çул хыççăн вара кашни çул иртереççĕ.

Çак кун нумай çĕртре вăрçă ветеранĕсем тĕл пулаççĕ, палăксем умне пуç кăшăлĕсем хураççĕ, каç пулттипе салют яраççĕ.

Çак кун фронтовиксем тĕл пулаççĕ, Мухтавпа салтак хăюлăхĕн палăкĕсем умне чечек кăшăлĕсене хураççĕ, уяв салючĕ кĕрлет.

В апреле 1945 г. советские войска вплотную подошли к границам Берлина.




#Article 14: Тутарстан (365 words)


Тутарста́н Респу́блики (; Тутарста́н) — Раççей Федерацин субъекчĕ, республика (патшалăх). Атăлçи федераци тăрăхĕ йышне кĕрет, Атăлçи экономика районĕн пайĕ пулать. ВЦИК тата СНК 1820 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнчи декречĕпе Тутарсен Автономиллĕ Совет Социализм Республики ячĕпе туса хунă.

Чи пысăк хули — Хусан.

Киров, Чĕмпĕр, Самар тата Ăренпур облаçĕсемпе, Пушкăртстан Республикипе, Мари Эл Республикипе, Удмурт Республикипе тата Чăваш Республикипе чикĕ тытать.

Патшалăх чĕлхисем - тутар чĕлхипе вырăс чĕлхи. Çаплах чăваш чĕлхипе те калаçаççĕ.

Чăвашсем пур халăхсенчен 3,8% шутланаççĕ. Пуринпе 135 пин çынна çитеть, вĕсенчен 12,5 пин çын Хусанта пурăнать.

Чăвашсем тахçантанпах Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕ 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ. 

Нумайах мар Хусан, Пăва, Теччĕ хуллинче те пурăнаççĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.

Çак территорире çынсем пирĕн эрăччен VIII ĕмĕрте тĕпленсе пурăнма тытăннине палăртнă. Каярах кунти çĕрсене вăтам ĕмĕрсенче атăлçи пăлхарĕсен патшалăхĕ тытăмланнă. XIII ĕмĕрте Пăлхара монголсем аркатнă, Чингисхан империйĕ пĕтсе ларсан, Джучи улусне (Ылтăн Уртана) кĕнĕ.

XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Ылтăн Урта вырăнне Улу-Мухаммед хан Хусан ханлăхне туса хуни пирки пĕлтерет. Çĕнĕ патшалăх хăй тĕллĕнех ют çĕрсемпе, çав шутра Мускав патшалăхĕпе те, хутшăнма тытăнать. XVI ĕмĕрĕн варринче, IV Йăван Хаярскер астула йышăннă тапхăрта, 1552 çулта Мусав Хусана çĕнтерсе илнĕ те Мускав патшалăхне кĕртнĕ.

Раççей йышĕнче Хусан ханлăхĕ малтан Хусан патшалăхĕ, Аслă Петĕр реформи хыççăн — Хусан кĕперни (Аçтăрхан тата Хусан ханлăхĕн çĕрĕсене пĕрлештернипе, тепĕртакран унăн территоринчен хăшпĕр çĕрсене касса илнĕ хыççăн хальхи Тутарстан пысăкăшне çити) ятлă пулнă. Территори император лартнă кĕпернетĕр ертсе пынă. 1920 çулчен хальхи Тутарстан Республикин территорине официаллă та, официаллă мар та нихăçан та «Татари» те, «Тутарстан» та темен. Революци хыççăн,  В. И. Ленин инициативипе, 1930 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче РСФСР шутĕнчи Тутар АССР (Хусан тата Ĕпхӳ кĕпернисен çĕрĕсенче) туса хумалли декрете кăларнă. 1990 çулхи  çурлан 30-мĕшĕнче республикăн официаллă ячĕ — Тутар Совет Социализм Республики (Тутарстан Республики пекех), 1992 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче — Тутарстан Республики (Тутарстан) пулса тăнă . 1992 çулхи акан 21-мĕшĕнче  раççей влаçĕсем çакна çирĕплетнĕ. 

Интернет

Кабельисем:
Летай (Таттелеком)

Пысăк хуласенче WAN, Дом.ru

Кабельсĕррисем:
Летай - 4G*

Мегафон - 3G

Билайн - GPRS

МТС - GPRS




#Article 15: Мордва Республики (174 words)


Мордва Республики, — Раççей патшалăхӗн Атăлçи федераллă округне кĕрекен Республика. Тĕп хули — Саранск. Республикăн патшалăх чĕлхисем: ирçĕпе мăкшă чĕлхисем, вырăс чĕлхи.

Мордва Республики Чулхула, Ульяновск, Пенза, Рязань облаçĕсемпе тата Чăваш Ен Республикипе юнашар вырнаçнă.

Мордва Республикинче 114 юханшыв юхать. Пысăккисем:

Халăх йышĕ — 840 400 çын (2008)(856 800 çын 2006) (866 600 — 2005). Йышлăхĕ — 32,2 çын/çм² (2008)(32,7 çын/çм² 2006), хулара пурăнакансем —59,8 % (2008)(59,2 % 2006) (58,9 % — 2005).

Мордвасем, — экзоэтноним, çак палăртупа Мордва Республикинче пурăнакан халăхсене кăтартаççĕ. Тĕрĕссипе, республикăра пурăнакан халăх мăкшăсем ирçесем çине пайланать.

Кашни йышĕн хăйĕн чĕлхи пур, хăйĕн йăли-йĕрки тата ытти уйрăмлăхĕсем. Вĕсем хушшинче тата икĕ пĕчĕк юшкăн пур. Ку терюхансем тата каратайсем. Пĕрремĕшсем XIX ĕмĕртех вырăс чĕлхине вĕреннĕ хыççăн вырăссем хушшинче çухалнипе пĕрех. Теприсем Тутарстанра Атăлăн сылтăм енчи çыран хĕрринчи виçĕ ялта пурăнаççĕ, тутарла тата вырăсла калаçаççĕ.

Халăх йышĕ 1970 çулхи халăх çыравĕпе 1 263 пин çынна танлашнă. Кун чухне мăкшăпа ирçене уйăрман, пĕрле шутланă. 2002 çулхине Раççейре пурĕпе 843,4 пин мордва халăхĕ пурăннă. Мăкшасем 49,6 пин çын пулнă, ирçесем — 84,4 пин çын.




#Article 16: Вăрмар районĕ (310 words)


Вăрмар районĕ — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. 1927 çулхи 5 авăн уйăхĕнче туса хунă. Çурçĕр енче Куславкка районĕпе, çурçĕр-хĕвеланăç енче Çĕрпӳ районĕпе, хĕвеланăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тăвай районĕпе юнашар вырнаçнă. Районăн хĕвелтухăç енче Тутарстан Республики вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 32 çухрăма тăсăлнă, хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç енне — 33 çухрăма. Район лаптăкĕ — 598,3 км2. Район администрациĕ Вăрмар ялĕнче вырнаçнă.

Вăрмар районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă, çĕр пичĕ сăртлă, район çĕрĕсене çырмасем темиçе лутра сăртсемпе уйрăм тӳремсăртлăхсем çине çурса пĕтернĕ. Çырмасен вăрăммăшĕ 100—200 метртан пуçласа 2—3,5 çухрăм таран, тарăнăшĕ — 1-10 метр. Районта акшар чулĕпе доломитсен çĕр айăнчи пурлăхсем пур, вĕсенчен пĕри Вăрмартан икĕ çухрăмра кăнтăранăçнелле вырнаçнă. Унтан акшар çăнăхне хатĕрлеççĕ, çавăн пекех ăна Вăрмар стройматериалĕсен завочĕ автомобиль çулĕсем тунă чухне усă курать. Вăрмартан 15 çухрăм кăнтăранăçнелле, Шăхаль çывăхĕнче акшар чулĕпе доломитсене кăлараççĕ. Çакăнтах кирпĕч тумалли суглинăксемпе тăмсене кăлараççĕ. Вăрмар упранăвĕ район тĕпĕнчен кăнтăр-тухăç енче 1,5 çухрăмра пулать, ăна Вăрмарти çурт-йĕр материалĕсен завочĕ ĕçе кĕртет. Энĕшпуç упранăвĕ Энĕшпуç чукун çул чарăнăвĕнчен 1,8 çухрăмра пулать, унпа Канаш кирпĕч завочĕн Энĕшпуç цехĕ усă курать. Кавал салинчен 2 çухрăмра вырнаçнă Кавал упранăвĕпе халĕ усă курмаççĕ, ăна малашлăха валли хăварнă.

Климачĕ вăтам континентлă, хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çăвĕсем ăшă та типĕ. Вăтам температура: кăрлач уйăхĕнче — -13°С, чи сивви -42 °С; утă уйăхĕнчи вăтам температура +18,7°С, чи шăрăххи — + 37°С. Çулталăк тăршшĕпе вăтамран 400 мм юр-çумăр çăвать — нумайрах ăшă вăхăтсенче. Юханшывсен шучĕ сахал. Пысăкраххисем: Кĕтне тата Енĕш, пĕчĕкреххисем: Пăла, Ара. Çак тĕслĕ тăпрасем сарăлнă: кăвак вăрман тăприсен тĕсĕсем, вĕсем районти çĕрсен 84% йышăнаççĕ. Район вăрман-çеçенхир тăрăхĕнче вырнаçнă, вăрмансем район çĕресен 9% йышăнаççĕ. Вăрмансем кăнтăрпа кăнтă-тухăç енĕсенче çеç юлнă. Вăрмансенче юмансемпе çăкасем нумай ӳсеççĕ. Чĕрчунсем сахал. Çурçĕрте тыркассем, районăн тĕп пайĕнче сăвăрсем тĕл пулаççĕ. Вăрмансенче тилĕсем, мулкачсем, кашкăрсем, хир сыснисем çӳреççĕ, тытма юрăхлă кайăксенчен — пăчăрсемпе ăсансем (вĕсем питĕ сайра тĕл пулаççĕ).




#Article 17: Вăрнар районĕ (212 words)


Вăрна́р райо́нĕ () —  Чăваш Республики (Раççей Федерацийĕ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Администраци центрĕ — Вăрнар паçулăкĕ.

Чăваш Ен варринче вырнаçнă. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Элĕк тата Красноармейски районĕсемпе, анăç енче Çĕмĕрле районĕпе, тухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Йĕпреç районĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла, тухăçран анăçалла 35 çухрăм тăсăлать. Район çĕрĕ-шывĕн лаптăкĕ — 1012,6 км2. Район администрацийĕ Вăрнар паççулкинче вырнаçнă.

Семен Элкер Вăрнар районне кĕрекен Çармăс ялĕсем çинчен çапла çырнă:...Кушлавăшсем пуçланнă ĕмĕрте Çавалăн анат вĕçĕнче, паллах, сĕм вăрмансем пулнă, унта çармăссем те пурăннă. Этнографсем каланă тăрăх, чăвашсемпе хутшăнса кайнă çармăс йăхĕсем пурăна киле йăлтах чăвашланса çитнĕ. Çавлăн анат вĕçĕнче те, Кушлавăш тăрăхĕнче техаль çармăссем çук. Анчах та чăваш хушшинчи хăш-пĕр ялсемпе çырма-çатра ячĕсем паян кунчченех çармăс чĕлхине е çармăс халăхне аса илтереççĕ. (Кушлавăш уйĕпе унăн çывăхĕнчех  Пăтавăш, Кăкавăш, Мăркавăш ятлă пĕчĕк юханшывсем, Уравăш, Явăш, Туçи-Çармăс, Хурăнсăр-Çармăс ятлă ялсем пур тата ытти те)...

Района 1927 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче уйăхĕнче туса хунă.

Çутçанталăк кунта вăтам континентлă. Вăтам температура кăрлачра -12,9°С сивĕ, утăра — 18,3°С ăшă, чи шартлама сивĕ -44 °C, питĕ шăрăх- 39,7°С. Çулта çĕр çине 552 мм çумăр-юр ӳкет. Юханшывĕсем пысăках мар. Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Мăн Çавал 43 çухрăм тăршшĕ, кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче — Кĕçĕн Çавал 28 çухрăм тăршшĕ юхать.

Районта Вăрнарти аш-пăш комбиначĕ ĕçлет. Чукун çул чарăнăвĕ вырнаçнă, пассажир автотранспорт йĕркелĕвĕ пур. 




#Article 18: Пĕрлешнĕ Штатсем (1201 words)


Пĕрлешĕннĕ Штатсем (USA — United States of America) — Çурçĕр Америкăри федераллă республика. Ытларах çухне АПШ кĕскен Америка теççĕ, унта пурăнакансене американсем тесе чĕнеççĕ.

АПШ çĕрĕсем хĕвелтухăç енче Атлантика океанĕнчен пуçласа хĕваланăç енче Лăпкă океан таран тăсăлнă. Çурçĕр енче юнашар Канада вырнаçнă, кăнтăр енче — Мексика. АПШ çĕрĕсем шутне çавăн пекех темиçе утрав Кариб тинĕсĕнче тата Лăпкă океанра кĕреççĕ.

АПШ çĕршывне 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Аслă Британие пăхăнмасси çинчен пĕлтернĕ 13 колони «Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем» ят парса никĕсленĕ. Вĕсен суверенлăхĕпе (никамапăхăнманлăхĕпе) Аслă Британи 1783 çулта килĕшнĕ. 1781 çулта Конфедераци Йĕркисем (Articles of Confederation) ятлă хута йышăннă хыççăн Америка пĕрлешӳллĕ, никама пăхăнман, халăхла патшалăх пулса аталаннă. Халăх правительсвин ĕлки 1787 çулхи авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче хальхи конституцине йышăннă хыççăн самай улшăннă. 

Америка халăхĕн çар, экономика, этеплĕх, политика витĕмĕ тĕнчере XIX, XX ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ.

Совет Союзĕ арканнă хыççăн Америка тĕнчери ларăва-тăрăва анлăн витĕм кӳрекен пĕччен аслă хăват пулса юлать.

Чăваш чĕлхинче «Америкăри пĕрлешӳ Штатсем», «Америкăн Пĕрлешӳ Штачĕсем», «АПШ», «Америка», «Пĕрлешӳллĕ штатсем».

Америка ятпа чăн малтан нимĕç картографĕ Мартин Вальтсемӳллĕр (Martin Waldseemüller) çĕнĕрен туса кăларнă глобуспа карттă çинче Çурçĕрпе Кăнтăр Америкăсен пĕрлешӳллĕ континентне палăртнă. Чылайăшĕ шутланă тăрăх «Америка» Америго Веспуччи (Amerigo Vespucci), Итальян çул тĕпчекенĕн ятĕнчен пулса кайнă. Веспуччи Христофор Колумб Индине мар çĕнĕ тĕнчене çитнĕ тесе шутланă. Çапла вара Веспуччине хисеплесе вăл палăртнă çĕнĕ çĕре унăн ятне панă.

Америкăна унсăр пуçне чылай вăхăт Колумби тесе чĕннĕ. Халĕ вăл ятпа Амеркăн тĕп хули Вашингтон вырнаçнă района палăртаççĕ. Пĕрлешӳллĕ штатсене Колумби тени унсăр пуçне сăвă хайлавĕнче тĕл пулкалать.

Америкăн тĕп çĕрĕн вырăнти халăхĕсем Азирен сахалран 12 000 е нумайран 40 000 çул каялла пуçласа куçнă. Çав халăхсенчен хăшĕ-пĕри Колумб саманиччен тухăçлă çĕр ĕç туса, капмар çуртсем хăпартса, патшалăхсем йĕркелесе пурăннă. Вырăнти Америка халăхĕпе пĕрремĕш хут Христофор Колумб, Европă тĕпчевçи, 1493 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Пуэрто-Рико çĕрне çитсе çыхăнать. Çав çултан пуçласа, Америкăн тĕп халăхĕн нумайăшне Евразирен килнĕ чир-мур вĕлерсе тăкать.

Хальхи Америкăн тĕп çĕрĕ-шывĕнче, Флорида тесе чĕннĕ тăрăхра чи малтан испансем колони хывнă. Хайхи малтанхи испан ялĕсенчен 1565 çулта никĕсленĕ Сант-Августин кăна тăрать. Каярахпа испансем Америкăн кăнтăр-хĕвеланăç енне куçма тапратаççĕ, унтан пинĕ-пинĕпе испан ялĕсем Мексикă урлăшĕпе сарăлаççĕ. Францирен килнĕ мамăк-тир усламçисем хăйсен ялĕсене Çĕнĕ Франци çĕрĕсенче, Аслă Кӳлĕ тавра çавăраççĕ, унтан Çурçĕр Америкăн чылай шалти çĕрĕ-шывне — Мексика пырĕ таранах хăйсен аллине илеççĕ.

Аслă Британи малтанхи ялĕ-хулисене Вирчини (1607 ç.) тата Плимăс (1620 ç.) колонийĕсенче хывать. 1628 çулта Массаччуссăтс Пырĕнчи Колоние никĕслени миграци юхăмне вăйлатать, вара 1634 çула Çĕнĕ Англире 10 000 яхăн пуритан вырнаçать. 1610 çултан революциччен Британи хăйĕн колнийĕсене 50 000 пине яхăн ристан ярать.

Франципе Индейĕц вăрçи вăхăтĕнче Британи Канадăна Франци аллинчен туртса илет. Канадăри францилле калаçакан халăх çапах Кăнтăр колонисен политика витĕмĕнчен хӳтĕ юлать. 1674 çула çити Британи Голландипе вăрçă вăрçса юлашкин колонийĕсене çĕнтерсе илет; Çĕнĕ Недерланд провинцине Çĕнĕ Йорк ят хурать. 1729 çулта Каролинă çĕрĕсене пайланă, 1732 çулта Джорджие колонизациленĕ хыççăн Британин 13 колонийĕ Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штачĕсем пулса пĕрлешеççĕ. Пĕрлешĕве кĕнĕ кашни çĕр-шывăн хăйĕн вырăнти тата колонилле правительствисем пулнă, кашнинче ирĕклĕ çынсем суйлава хутшăнма пултарнă. Ĕлеххи Акăлчан çыннисен ирĕкĕсене тĕпе хунипе, вырăнти тытăм туйăмĕпе республикăлăх шухăшĕ тĕрекленет. Пур штат Африка чурисен суттине легализацилет. Çуралнисен йышĕ пысăк, вилнисен – сахал пулнине, татти-сыпписĕр имиграци вăйланнипе кашни 25 çул иртмессерен колонисенчи халăх йышĕ 2 хут йышланать. 1730—40-мĕш çулсенчи Христос чĕрĕлĕвĕн Аслă Вăрану юхăмĕ халăха тĕнпе те, тĕн ирĕклĕхĕпе те кăсăклантарать. 1770 çул патне колонисенчи халăх акăлчанланса пырать. Халăх йышĕ 3 миллиона çитсе Аслă Британин çуррипе танлашать, çапах налук тӳлекенсене Аслă Британин Парламĕнче хӳтĕлекен пулман.

Вырăнти колонисемпе Аслă Британи хутшăнăвĕсем хĕрӳленсе пыни 1760-70-мĕш çулсенче революцилле тапхăра илсе çитерет. 1775 çулта Америка вăрçи тухать, 1781 çулччен пырать. 1775-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Филадельфире пухăннă Континент Конгресĕ Континент Çарне никĕслет, Джордж Вашингтона ертӳçе лартать. «Кашни этеме тан туса янă» тесе, «этемĕн несĕллĕх прависене» палăртса 1776 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Конгрес Томас Джефферсон сĕннĕ Пăхăнманлăх Декларацине йышăнса штатсене сулчă федрацие пĕрлештерет. Малтанхи йĕрке 1788 çулччен тытăнса тăрать. Британи патши майлă 70-80 çын Нова Скотие тата Британин Канадăри урăх çĕнĕ çĕрĕсене тарать. Америкăн вырăнти халăхĕсем вăрçăн анăç фронтĕнче икĕ еншĕн те кĕрешеççĕ.

Америка анăçалла сарăлас килнипе 19-мĕш вĕçне çити индейсемпе вăрçă вăрçать, çĕрĕсене туртса илет. 1803 çулта Томас Джефферсон президент пулнă чухне, унччен Францие пăхăннă çĕрсене (Луизиана çĕр-шывĕ) Америка укçа тӳлесе илет те, федераци лаптăкĕ икĕ хут пысăкланать. 1812 çулта Британи суту-илӳре юри чăрмантарать тесе Америка ăна хирĕç вăрçă пуçлать. Вăрçă Америка национализмне çирĕплетет. Флорида çĕрне çар кĕртсе Америка Испание Мексика пырĕ хĕрринчи çĕре партарать. 1845 çулта Америка Техас Республикине аннексилет. Халăхра Америка Атлантика Океанĕнчен анăçалла Лăпкă Тинĕс çити анлăланасси ун пӳрнĕ шăпи текен шухăш сарăлнă. 1846 çулти Орегон килĕшĕвĕ тăрăх унччен Британи тытса тăнă çурçĕр-хĕвеланăç çĕрĕсем Америкăна куçаççĕ. 1848 çулта Мексика вăрçине çĕнтернĕ хыççăн Америкăна Калифорни тата ытти кăнтăр-хĕвеланăç çĕрĕсем куçаççĕ. 1848-1849 çулсенчи Калифорни Ылтăн Чирĕ анăç миграцине вăйлатать. Çĕнĕлле хывнă чукун çулсем куçакансемшĕн çăмăллăх кӳреççĕ, анчах вырăнти индейсене çĕтĕлтереççĕ. Çур ĕмĕр хушшинче 40 мĕльюна яхăн бизона тирĕшĕн тата чукун çул хурас ĕçе çăмăллатмашкăн пусаççĕ. Индейсемшĕн хуçалăх тĕрекĕ пулнă бизон пĕтни хир халăхне те вилĕм патне илсе çитерет.

Чураллă штатсемпе ирĕклисем правительсвто çыхăнăвне хаклассипе, чуралăха сарссипе хире-хирĕç шухăшлă пулнă пирки федерацири лару-тăру çĕнĕрен хĕрӳленет. 1860 çулта чуралăха хирĕç Республикăлла парти кандидатне Авраам Линкольна суйласа президента лартаççĕ. Вăл ĕçлеме пуçличчен çичĕ штат Федерацирен тухса Америкăн Конфедерацилле Штачĕсем пулса тăраççĕ. Федераци правительстви ку туху саккуна хирĕç тесе хаклать. Конфедераци Форт Самтăр çине тапăннипе Граждан вăрçи тухать. Конфедераци енне тата тепĕр 4 штат куçать. Юнион (Федераци) çарĕ кăнтăралла çĕнтерсе пынă май, Линкольн сĕннипе чурасене ирĕке кăлараççĕ. Юнион 1865 çулта çĕнтерсен, Америка конституцине 4 миллиона яхăн Африкăлла Американа граждан тăвакан, сасăлав ирĕкне паракан 3 тӳрлетӳ кĕртĕççĕ. Федераци хăвачĕ вăрçăра çĕнтернипе татах ӳсет.

Вăрçă хыççăн Линкольн президента вĕлереççĕ, Республикă партийĕ хăйĕн витĕмне вăйлатать, кăнтăрти чуралăхран ирĕке кăларнă çынсен прависене хӳтĕллессипе, федерацие çĕнĕрен пĕрлештерессипе çине тăрса ĕçлет – Реконструкци тапхăрĕ пуçланать. 1876 çулта тупăшуллă суйлавран Русăрфорт Хейс, кăнтăр çынни президент пулса тухать те, Реконструкцие пĕтерсе хураççĕ, çĕнĕ саккунсем тăрăх Африкăлла Американсем «тан, анчах уйрăм» пулса тухаççĕ. Африкăлла Американсен кăна мар, Акăлчанла мар шурă çынсен, тата Индейĕцсен прависене те Акăлчанла Американсем вăйлă хĕссе хураççĕ.

Çĕршывăн çурçĕр пайĕнче имигрант килсе тăнипе хуласем вăйлă ӳссе пыраççĕ, хапрăк-савăт уçăлнипе хăвăрт индустриализаци тапранать. 1929 çулччен пынă имиграци хумĕ, Америкă хуçалăхне ĕç çыннине илсе килет, Америка сăн-сăпатне улăштарать.

Малтан нейтраллăскер, Америка вăрçа 1941 çулхи раштав уйăхĕнче, яппунсем Перл Харбора тапăннă хыççăн кĕрет. II-мĕш тĕнче вăрçи Америка историйĕнче чи тăкаклă вăрçă шутланин те, çĕршыв хуçалăхне мул илсе килет, ĕç туса парать. Ăна пулах, индустри ĕçне хĕрарăмсем те кӳлĕнеççĕ. Бретон Вудс тата Ялта конференцийĕсенче союзник ертӳçисем патшалăхĕсен хутшăнăвне майлама çĕнĕ йĕрке сĕнеççĕ, Совет Союзĕпе Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем тĕнче тĕрекĕ пулса тухаççĕ. 1945 çулти Европăри çĕнтерӳ хыççăн Сан-Франциско хулинчи конференцире Пĕрлешӳллĕ Нацисен Организацийĕ тăвасси пирки калаçса татăлаççĕ. Çав çулах çурла уйăхĕнче АПШ яппунсен Хиросимăпа Нагасаки хулисене çĕнĕрен шухăшласа кăларнă ядерлă хатĕрпе бомбăлать, вара Япуни авăнăн 2-мĕшĕнче капитуляцилет; вăрçă пĕтет.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн Совет Союзĕпе АПШ Сивлек вăрçă туса тĕнчери аслă хăват пулассишĕн пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Европăри политикăлла лару-тăрăва икĕ енчен Варшава Пакчĕ тата Нато витĕм кӳрсе тăраççĕ. Cовет Союзĕ коммунизм тата план экономикине, Америка либераллă демократи тата капитализма (мул экономики) сарма тăрăшаççĕ. Совет союзĕ те, çав вăхăтрах Америка та тĕнче диктаторĕсене пулăшса тăраççĕ, пĕри тепринпе виççĕмĕш çĕр-шывсенче çапăçаççĕ (Прокси вăрçи). 1950-53 çулсенче Америка çарĕ Корейре Китай коммунисчĕсемпе кĕрешет. Америкăра Америка майлă мар ĕçсен Комитечĕ йĕркеленет те, патшалăх коммунизм майлă çынсене йĕрлеме пуçлать, Джозеф Маккартти сенатор коммунизма хирĕç юхăмăн тĕп сăнарĕ пулса тăрать. 




#Article 19: Европа (842 words)


Европа, — тĕнче енĕ, Азипе пĕрле Еврази континентне кĕрет. Лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 10 млн. км2, 727 миллион патнелле çын пурăнать. Йĕри тавра Атлантика океанĕпе, Çурçĕр Пăрлă океан шывĕсем, тата вĕсен шутне кĕрекен тинĕссен шывĕсем вырнаçнă.

Европа — ҫуттӑн пӗр пайӗ Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ, Атлантика океанӗсен тинӗсӗсемпе ҫӑвӑнать, 10 млн млн яхӑн млн яхӑн лаптӑк пур. Азипе пӗрле Еврази материкӗ пулса Тӑрать, Европӑри культура Хӗвеланӑҫри Азиатски культурӑна пӗрлештерес тата тӗрлӗ географи анлӑхне йӗркелес шайра Хирӗҫ Тӑрать.

Космос европи

Европӑра пурӑнакансем 754 миллиона яхӑн е ҫӗр ҫинчи халӑхӑн 9 проценчӗпе танлашаҫҫӗ (2019). Халӑх хӑвӑрт та вӑтам ӳсӗмӗ тӗнчери ытти континентсемпе танлаштарсан пысӑкрах.

Европӑна Ҫӗнӗрен Чӗртсе Тӑратас Тапхӑрта культура, экономика тата социаллӑ хускану сферисенче ҫурт-йӗр витӗмӗ пулса тӑчӗ. Европӑра пурӑнакансем истори тӗлӗшӗнчен кӑна мар, халӑх хушшинчи хальхи хутшӑнусене тата ыйтусене ӑнланма та кирлӗ. Европӑра хальхи физкультура йышши ҫынсем чи малтанхи хут килсе кайни (Homo sapiens) 35 пин ҫул каялла паллӑ, 28 пин ҫул каялла вара, тен, пачах ҫухалнӑ. Европӑра протоиндоевропейецсем тапӑнни пирӗн эрӑчченхи 4-мӗш пинҫуллӑх пулса тӑрать пирӗн эрӑри баденски, Ямной тата Боевой пуртӑ культури килсе кӗнипе ҫыхӑннӑ. Авалхи пилӗк хуларан Европӑра тӑтӑшах икӗ хула, ыттисем виҫҫӗшӗ-Азире; Урбанизаци шайӗ тата Европӑри Халӑхӑн пурнӑҫ шайӗ ытти материксемпе танлаштарсан пысӑкрах пулнӑ. Европӑри хӑш-пӗр регионсенче урбанизаци Азири максимумсене хирӗҫ 50% ҫитнӗ. Авалхи Грецире Хӗвеланӑҫ цивилизаци пуҫланнӑ, вӑл этем историйӗнче ҫитӗнӳсен тӳпи пулса тӑнӑ, вӑл наукӑра, экономикӑра, этем генийӗн производство вӑй-хӑвачӗпе Тӗнчене прогрессивлӑ тытӑм парнеленӗ (политикӑн, наукӑпа культура ҫитӗнӗвӗсенчен ытларахӑшӗ Европӑри вӑтаҫӗр тинӗсре йӗркеленнӗ шухӑшсемпе ҫыхӑннӑ). Халӑхсене аслӑ куҫару Европӑри латинла чӗлхе системине йӗркелемелли тӗп вырӑн йышӑннӑ, ун никӗсӗ Ҫинче Хӗвеланӑҫ Европӑри нумай чӗлхесем йӗркеленнӗ. Пирӗн эрӑчченхи X ӗмӗрте Европӑра ҫӗр ҫинче пурӑнакансенчен ҫурри пурӑннӑ, 1930-25 % (халӗ 9 % яхӑн), вӑтам Ӗмӗрсенче христиан 95 проценчӗ Европӑра пурӑннӑ (халӗ христиансенчен нумайӑшӗ Европӑра пурӑнать), ПӖТӖМ промышленность XIX ӗмӗрте Европӑра концентрациленнӗ (XXI ӗмӗрте — Европӑра 80% ытла).

Европăн авалхи историйĕ çинчен Европа историйĕ статьяра вулама пултаратăр.

Европа Европӑри авалхи мифологин, финикия патшисен, Зевс вӑрланӑ тата Крит хулине турттарса кайнӑ паттӑрсен ячӗсене (ҫав хушӑрах Европӑри Эпитета Геройпа Та Деметрпа ҫыхланма пултарнӑ) каланӑ. Ҫав ят мӗнле пулса кайни, французсен лингвисчӗ П.Шантрен, паллӑ мар. Хальхи литературӑра анлӑ сарӑлнӑ этимологи гипотезисене тата античествӑлла (ыттисемпе танлаштарсан) сӗннӗ, анчах та тавлашуллӑ сӑмахсем пур: сӑмахран, пӗр этимологи ӑна грек тымарӗсенчен (еврис) - сарлака та (опсис) - куҫ, сарлака куҫлӑскер.»;

Европа ячӗ авалхи грек литературинче (гомер гимнӗнче Аполлон Пифий Европине ҫурҫӗр Греци тесе чӗннӗ) ҫук тата пӗрремӗш хут Гекатея Милетский (ПИРӖН эрӑчченхи VI ӗмӗр вӗҫӗнче), Унӑн Пӗрремӗш кӗнекине Европӑна халалланӑ.

Авалхи грексем Европӑна Чи малтан Азирен Эгей тата Хура тинӗсрен, Африкӑран Вӑтаҫӗр тинӗсрен уйӑрнӑ уйрӑм материк тесе шутланӑ. Европӑри пысӑк материкӑн пӗчӗк пайӗ кӑна пулнине пӗлсе ҫитсен, антика авторӗсем Европӑн хӗвелтухӑҫ чиккине Дон юханшывӗ тӑрӑх ирттерме пуҫланӑ (ун пек представленисем Полибипе Страбон патӗнче тӗл пулаҫҫӗ). Ҫак йӑлана икӗ пин ҫула яхӑн тытса тӑнӑ. Сӑмахран, Меркаторӑн европӑн чикки дон тӑрӑх пырать, унӑн историйӗнчен вара — ҫурҫӗрелле Шурӑ тинӗс таран хытӑ.

XV ӗмӗрте Европа христиан тӗнчин синонимӗ пулса тӑнӑ, анчах та хальхи вӑхӑтра христиансенчен нумайӑшӗ ун территорийӗнче пурӑнать. XIX ӗмӗрте пӗтӗм тӗнчери промышленность Европӑра пулнӑ; паянах продукцин пысӑк пайӗ Унӑн тулашӗнче пулса тӑрать.

В. Н.Татиев 1720 ҫулта Европӑн тухӑҫ чиккине Урал тӑвӗсен хысакӗ тӑрӑх, унтан Яик юханшывӗ тӑрӑх (хальхи урал) Каспи тинӗсне юхса кӗрекен шыва ҫитиччен ирттерме сӗннӗ. Майӗпен ҫӗнӗ чикӗ Российӑра, унтан вара унӑн тулашӗнче те обществӑлла вырӑн пулса тӑнӑ. Хальхи вӑхӑтра Европӑн чикки иртет: ҫурҫӗрте — Пӑрлӑ океан тӑрӑх; хӗвеланӑҫ енче — Атлантика океанӗ тӑрӑх; кӑнтӑр енче — Вӑтаҫӗр, Эгей, Мрамор, Хура тинӗс тӑрӑх.; хӗвелтухӑҫӗнче-Урал тӑвӗсен никӗсӗ, тусем тӑрӑх-Каспий тинӗсӗ таран, Эмба шывӗ тӑрӑх, Эмба шывӗ тӑрӑх, Унтан Кумӑпа Маныч юханшывӗсем тӑрӑх (Кумо-Маныч лакӑмӗ) дон устя (сӑмахран, энциклопедисем тӑрӑх: Пысӑк совет энциклопедийӗ тата Британник Энциклопедийӗ) е, сайрарах, Кавказ хысакӗ Тӑрӑх Хура тинӗс патне ҫитиччен). Чикӗ малалла Европӑпа Ази хушшинче хура тинӗспе хура тинӗс пырӗ тӑрӑх малалла кайни пӗтӗм ҫӑлкуҫ пек пулса тӑрать. Европӑна ҫывӑхри утравсемпе архипелагсем те кӗреҫҫӗ, Ҫав вӑхӑтрах Тӗрӗксен Анатолий ҫыранӗ ҫывӑхӗнчи Греци утравӗсем Азире тӑраҫҫӗ.

Асӑннӑ лару-тӑрӑва пула Азербайджана тата Грузие Европӑри ҫӗршывсен списокне кӗртесси чи малтан политика, экономика тата культура шухӑшӗсем ҫинче никӗсленет, ҫавӑн пекех хӑш-пӗр чухне уйрӑм географи тытӑмӗнче палӑрать, ҫакӑ вӑл пӗр пӗлтерӗшлӗ мар.

Европӑра Хӑш-пӗр вырӑнсенче Европӑри физкультура чиккисем шутланман ҫӗршывсемпе территорисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пултараҫҫӗ, Анчах Европӑра политика, экономика тата культура тӗлӗшӗнчен ҫыхӑннӑ.

Европӑра ҫынсем нумай пурӑннӑ. Европӑна пӗр ҫын ӑҫтан килнӗ, тавлашуллӑ. Европа этемлӗхе ҫуралмалли вырӑн пулман. Европӑна Индирен пӗрремӗш гоминидсем килни ҫинчен версисем пур. Анчах та чи малтанах шухӑшласа кӑларнӑ Гипотеза Вӑл Африкӑран Малти Ази урлӑ гоминдсем килесси ҫинчен. Ҫакӑ виллафранк вӑхӑтӗн варринче пулса иртнӗ тесе пӗтӗмлетӳ те пур (188 куна кӑтартман). Homo sapiens Европӑпа Хӗвеланӑҫ Азине неандерталь ҫыннисем вырӑнаҫнӑ.

Пӗтӗм Европӑна гейдельберг ҫынни тата унӑн тӳрӗ йӑхӗ недерталец тесе шутланӑ, ҫитменнине тата вӑл европӑри климат патне специализациленӗ форма шутланнӑ.

Европӑра хальхи физкультура йышши ҫынсем чи малтанхи хут килсе кайни (Homo sapiens) 35 пин ҫул каялла паллӑ, 28 пин ҫул каялла вара, тен, пачах ҫухалнӑ.

Пирӗн эрӑчченхи 4-мӗш пин ҫул хушши европӑра протоиндоевопейецсем тапӑнни Баден, Ямной тата Боевой пуртӑ культури курӑннипе ҫыхӑннӑ.

Вӑтаҫӗр Тинӗсӗн тухӑҫ пайӗнче Авалхи Грецире европӑри цивилизаци пуҫланнӑ. Халӑхсене аслӑ куҫару Европӑри латинла чӗлхе системине йӗркелемелли тӗп вырӑн йышӑннӑ, ун никӗсӗ Ҫинче Хӗвеланӑҫ Европӑри нумай чӗлхесем йӗркеленнӗ.




#Article 20: Çĕнĕ Шупашкар (136 words)


Çĕнĕ Шупашкар, — Чăваш республикин тĕп хулинчен — Шупашкартан 21 çухрăмра вырнаçнă çум-хула. Пĕтĕмпе хулара 126 пин çын пурăнать, хулан çĕр лаптăкĕ — 36,7 çм2. Хула патĕнче Шупашкар ГЭСĕ вырнаçнă.

Хула виççĕ района пайланать: Анăç, Кăнтăр тата Тухăç. Вĕсене пурĕпе 18 микрорайон кĕрет.

Çĕнĕ Шупашкара 1960 çулта хăпартма пуçланă. Çав вăхăтра пысăк хуласем çумĕнче çум-юлташ (спутник) туни анлă саралнă пулнă. Никĕсне хунă тапхăрта хула Спутник ятлă пулнă. Малтанах ăна пушă вырăнсенче çĕкленĕ, каярах хула территорине юнашар ял — Ельниково, Яндашево, Анаткасси, Чиканкасси тата ыттисем — çĕрĕсем те кĕрсе каяççĕ: 

Хула çуралнă кунĕ — 1960 çулхи чӳкĕн 18-мĕшĕ. Çĕнĕ Шупашкар питĕ хăвăрт ӳснĕ. 1978 çулта халăх митингĕ çак пурăну лаптăкĕн пĕрремĕш миллион çм2 хывнине палăртнă, тепĕр пилĕк çултан хулара çĕр пиннĕмĕш çын çуралнă.

Адресĕ: 41 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар

Адресĕ: 27 ç., Совет урамĕ, Çĕнĕ Шупашкар




#Article 21: Улатăр (293 words)


Улатăр (, ), — Чăваш республикинче, унăн кăнтăр-хĕвеланăç енче,  вырнаçнă хула, пĕр ятлă районăн администрацийĕ кунта вырнаçнă.

Хулара пурĕпе 45,8 пин çын (2002) пурăнать, вĕсенчен 87,3% — вырăссем, 7,2% — ирçĕсем, 4,1% — чăвашсем. Улатăр Сăр юханшыва Улатăр юханшыв юхса кĕнĕ вырăнта, сулахай енче ларать. Шупашкарпа Улатăр хушши 195 çухрăм. Хула лаптăкĕ — 41,7 çм².

Улатăр вырăнĕнче ĕлĕк-авал ирçе йăхĕсем пурăннă. Ылтăн Урта тапхăрĕнче е тата та маларах кунта тĕрĕк йăхĕсем куçса килсе пысăк ялсем пуçласа янă. Вĕсене эпир ячĕсенченех пĕлетпĕр — Турхан, Найман тата ытти те. XV-XVI ĕмĕрсенче Улатăр шывĕ тĕлне тĕрĕк йăхĕсем питĕ йышлăн куçа-куçа пыма тытăнаççĕ. Чуппак ялĕ те, Артатту хули те çавăн чухне пуçланнă пулас. Çакна А.Х. Халиков хăйĕн «Татарский народ и его предки» (Тутар халăхĕ тата вĕсен мăн аслашшĕсем) кĕнекинче çирĕплетсе калать. Улатăр шывĕ çине куçса килнĕ паллăрах чăваш пикĕсенчен пĕрин ячĕ истори валли упранса юлнă, ăна Тетек Пекейĕ тенĕ. XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи Улатăр хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене Тетек çĕрĕ тесе каланă.

Хальхи Улатар пулнă тĕле вырăссем Хаяр Иван вăхăтĕнче пырса тухнă. Хаяр Иванăн пĕр çарĕ 1552 çулта Хусана кайнă чухне çак çулпа пынă, Улатăр шывĕ урлă каçма виçĕ кĕпер хывнă. Кун пирки «История Чувашской АССР» (Чăваш АССРĕн историйĕ) кĕнекинче çапла çырнă: 
Хаяр Иван кунта карман тума шутланă. Кунта хула туни çинчен питĕ кăсăк чăваш халăх сăмахĕсем пур. Историллĕ чăнлавсенче Улатăра 1555 çулта никĕсленĕ пирки курма пулать. Чăнах та, çак хула пушă вырăнта ӳссе ларманни паллă. 1621 çулта вара кунта Брянск хулинчен Стародубский бояринăн 172 çыннине куçарса килсе вырнаçтарнă.

Официаллă версипе хулана 1552 çулта Хаяр Йăван никĕсленĕ, 1780 çулта вăл хула таран ӳссе çитет. Чăваш республикине хула 1925 çулхи авăн уйăхĕнчен кĕрет.

Хула витĕр Хусан — Канаш — Пенза чукун çулĕ иртет, Улатăр — Етĕрне çулĕ ăна Чулхула — Мускав çулĕпе пĕрлештерет.

Хулара Чукун çул колледжĕ ĕçлет.

 




#Article 22: Халăх йышĕ (121 words)


Халăх йышĕ, — пĕр çĕр лаптăкĕнче пурăнакан халăх шутне кăтартакан виçе. Халăх йышĕ кунран кун пысăкланма, е сахалланма (тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра, Раççейре те, Чăваш Енре те тайса пырать) пултарать. Пур енчен илсе пăхсан, халăх йышĕ социаллă йывăрлăхĕсене питĕ пăхăнать. Халăх пурнăçĕ лайăх пулсан — йышĕ ӳсет, начарлансан (вăрçă, чир-амак эпидемийĕ, тата урăх хĕн пулсан) — таять.

Палеолит тапхăрĕн вĕçĕнче (пирĕн эрăччен 15 пин çул тĕлнелле) пур халăхăн йышĕ 3 миллиона яхăн шутланнă, Неолит тапхăрĕн вĕçĕнче — 50 млн яхăн çын. Пирĕн эра пуçламăшĕнче Çĕр çинче 230 млн яхăн, I пинçуллăх вĕçĕнче — 275 млн, 1900 çулта — 1,6 млрд. яхăн, 1993 çулта — 5,5 млрд. пулнă, паянхи вăхăтра вара — 6,3 млрд. çын (2003).

Чи калăп халăхсем (1993 çул, млн. çын):




#Article 23: Чăваш алфавичĕ (163 words)


Чăваш алфавичĕ ()  - авалхи тата хальхи чăваш çырăвĕнче сасăсене палăртма шутласа кăларнă тата усă курнă алфавитсен пĕрлехи ячĕ.

Тĕрлĕ тапхăрта шутласа кăларнă алфавитсем:

Паянхи кун Раççей Федерацийĕнче чăваш чĕлхи валли кириллица тăрăх тунă алфавит официаллă шутланать.

Чăваш чĕлхин 37 сасă паллиллĕ хальхи кириллица алфавичĕпе 1949 çултанпа усă кураççĕ. Ăна ватă славян азбукинчен пулса тухнă вырăс алфавичĕн никĕсĕпе туса хунă.

Хальхи чăваш алфавичĕ:

Ӳкерчĕк:Ashmarin N. I. Bolgar and Chuvash Page 103.gif|thumb|200px|right|Н. И. Ашмарин 1902 çулта кăларнă «Болгары и чуваши» кĕнеке 103-мĕш страницин ӳкерчĕкĕ
Кĕмĕл Пăлхар тапхăрĕнче чăвашсем, уйрăмах мăсăльмансем хушшинче, арап графики никĕсĕпе йĕркеленĕ çырулăх анлă саралнă пулнă. Вилтăпра чулĕ çине арап графикипе пăлхарла çырнă (таблицăна диалектла тата çыхăннулла вариантсене те кĕртме тăрашнă):

Авалхи чăваш рунă алфавичĕ авалхи тĕрĕк тата авалхи пăлхар рунă алфавичĕсемпе тăван пулать, вĕсемпе чăвашсем XIX ĕмĕрченех усă курнă.

Вĕсене пĕр чăваш алфавитĕнчен тепĕрне «куçару» йĕрки: рунăран кириллицăна, кириллицăран  латиницăна

ГОСТ 7.79-2000 (ISO 9:1995) килĕшӳллĕ чăваш алфавичĕн латиница транслитерацинче 12 сасă палли, вĕсене çырнă чухне çиччĕ диакритика паллипе усă кураççĕ:




#Article 24: Пушкăрт Республики (162 words)


Пушкăрт Республики (пушкăрт: Башҡортостан Республикаһы), — Раççей Патшалăхĕн Атăлçи федераллă округĕ кĕрекен Республика. 

Пушкăрт Республикипе юнашар Тутарстан, Удмурти республикисем, Перĕм Ен, Свердловск, Ăренпур, тата Челепи облаçĕсем вырнаçнă.

Тĕп хули — Ӗпхӳ. Республикăн патшалăх чĕлхисем: пушкăрт чĕлхи, вырăс чĕлхи.

 
Республика Кăнтăр Уралăн хăяккинче тата Уралумĕнче вырнаçнă. Пушкăртстанăн чи çӳллĕ вырăнĕ — Ямантау (1640 метр) тăвĕ. Республика çурçĕртен кăнтăралла — 550 км, анăçран тухăçалла — 430 км тăсăлать.

Пысăк юханшывсем: Шур Атăл) (1430 км) тата унăн юпписем Нугуш (235 км), Сим (239 км), Ӗпхӳ) (918 км), Дёма (556 км), çаплах Сакмара (760 км), Урал тата Ик (571 км).

Республикăра нефть управĕсем (Арлан тата Чекмагуш, Ишимбай, Туймаçи, Шкап тата ур.), çутçанталăк газĕ (Кумертау, Янаул тата ур., хакласа хунă янтти 300 млрд м³ ытла), 

Пĕтĕм Раççей халăх çыравĕпе (2002), республикăра пурăнакан халăх çакăн пек вырнаçнă:

Пушкăртăстанра пурĕ 100 ытла наци пурăнать .

Чукун çулпа Ӗпхӳ Самарпа, Челепипе тата ытти хуласемпе çыхăннă. Карапсем ишме юрăхлă юханшывсем: Шур Атăл тата Ӗпхӳ. 

Çавăн пекех распублика тăрăх пăрăх транспортне вырнаçтарнă.




#Article 25: Куславкка (261 words)


Куславкка, - Чăваш Енре вырнаçнă хула, Куславкка районĕн администраци центрĕ. 1938 çултан ĕçлекенсен паççулки, 1967 çулхи чӳк уйăхĕн 20 — хула статусĕнче.

Хула Шупашкартан 97 çм Хусана каймалли М-7 трасса çинче вырнаçнă, географи енчен питĕ тĕплĕ: 1) виçĕ республикăн — Чăваш Ен, Мари Эл тата Тутарстан —чиккисем çыхăннă тĕлте Атăлăн сылтăм çыранĕнче; 2) хуларан 9 çм Хусан — Чулхула автотрасса иртет; 3) Куславкка пристанĕнчи Атăл урлă каçă; 4)çурт-йĕр тумалли материал (тăм, акшар, доломит) пурри.

Хула тĕлĕнче Атăла Шуршу шывĕ юхса кĕрет. 

Халăх халапĕсем тăрăх, вырăссем киличчен кунта чăвашсем пурăннă, каярахпа вĕсем Кивĕ Тĕрлемесе куçса кайнă. Куславкка вырăнĕнчи чăвашсем пурăннă вырăна Шахтарка тенĕ. Çĕрсене Аслă Петĕр патша Мясников генерала валеçсе панă, лешĕ вара кунта креппостла хресченсене илсе килнĕ. Мясников генерал Тамбов кĕпĕрнинчи Козлов хулинчен пулнине кура кунти яла Козловка тенĕ (чăвашла Куславкка). Чăн та, урăхларах версисем те пур.

Хула гербне 2001 çулхи çĕртме уйăхĕнче район депутачĕсен пухăвĕнче йышăннă. Герб авторĕ  — тăван ен тĕпчевçи Н.Г. Зайцев.

Хулан пысăк промăçлă предприятийĕ —Куславкка автофургон комбиначĕ. Апат-çимĕç промăçлăхĕ  — çăкар комбиначĕ, сĕт-çу завочĕ, 2 пулă хатĕрлекен предприяти. Çаплах çĕвĕ фабрики, металл хатĕрĕсен завочĕ ĕçлет.

Хулара 3 вăтам шкул, ĕçлекенсен каçхи шкулĕ, шкул-интернат (2006 çулхи çăвăн 25-мĕшĕнче ача-пăча çуртне куçарнă), Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕн ăслăлăх-пĕлӳ центрĕ (экономика тата юридици факультечĕсем), лицей, мусăк, пултарулăх, спорт шкулĕсем, 4 вулавăш, кинотеатр, культура çурчĕ,  Н. И. Лобачевскин музей-çурчĕ. Хула типографинче «Ялав»  хаçата пичетлеççĕ.

Хулан чăвашла ячĕ шухăша ярать. Ку тĕлĕшпе çакăн пек сăвăлла текст та пур:

Çут тĕнчере Козловкăсем пайтах.
Чăваш Енре пурри те паллă, авă.
Тен, чăн та, Куславкка пĕрре анчах?
Аттемĕр Атăл хĕрринчи хула вăл!




#Article 26: Мари Эл (811 words)


Мари Эл (, , ) — Раççейĕн Европа пайĕн варринче вырнаçнă республика. Тĕп хули — Йошкар-Ола. Мари Эл шутне 3 распубликă хули, пĕр район хули, 14 район, 16 хула евĕр поселокĕ, 180 ял тăрăхĕ тата 1632 ял кĕрет.

Мари Эл çĕрĕ Тухăç-Европа айлăмĕн тухăçĕнче, Атăлăн вăтам юхăмĕнче вырнаçнă. Республикăн чылай территорийĕ Атăлăн сулахай çыранĕнче выртать.

Сулахай çыранăн анăç пайне шурлăхлă Мари айлăмĕ йышăнать. Республикăн анăçĕнче Атăла пысăк юппи — Ветлуга юхса кĕрет. Айлăм тухăçĕнче Вятка увалĕсен кăнтăр айăккинче пуçланакан Атăлăн сулахай юпписеми: Кĕçĕн Кокшага Кĕçĕн Кунтăш тата Большая Ошла юпписем, Мăн Кокшага Большой Кунтăш, Рутка юпписем шыв турттараççĕ. Айлăмсенче вăрман кӳлли нумай.

Атăлăн сылтăм çыранĕнче республикăн 14 районĕнчен пĕри кăна — Туçи Мари — вырнаçнă. Вăл Атăлçи çӳллĕшĕн кăнтăр айккине йышăнать. Кунта Атăла юпписем — Сăр, Сумка, Ункă, Кĕçĕн Ункă, Сĕнтĕр — юхса кĕреççĕ.
Атăл çинче республика çĕрĕнче Шупашкар тата Куйбышев шывуправĕсем пур.

Ресурсĕсем: торф, тăм, çурт-йĕр чулĕ, акшар тата, кантăк тата силикат хăйăрĕ, минерал çăлкуçĕсем.

Климат вăтам континентлă, тăсăлуллă сивĕ хĕлпе ăшă çу. Çуллахи вăтам температура +18...20 °С. Чи шăрăх çанталăк — утăн варринче. Сывлăш +24...28 °С çити вĕриленет. Кĕркунне çанталăк  нӳрĕк сивĕ, касăм çумăрлă, çиллĕ. Ирех шăн илнипе юр çуни те пулать. Чӳк — чи çи-тăвăл уйăхĕ. Хĕл, яланхилле, чӳк уйăхĕнче тапранать. Хĕллехи вăтам температура −18...-19 °С. Чи сивĕ уйăх — кăрлач. Мари Эл Республикинче тĕрлĕ тĕслĕ хĕллехи спортпа: йĕлтĕрпе, конькипе хăтланма ансат. Çуркунне, пĕтĕмĕшле, сивĕрех типĕ.

Мари Эл тайга ай йăрăмĕнче вырнаçнă. Тăпра ытларах çаран-кĕллĕ, шурлахлă, синкер вăрман. Хутăш вăрманĕ (хыр, пихта, чăрăш, хурăн) 50 % ытла территоринче (анăçпа вар районĕсенче) ешерет. Юханшыв айлăм тăрăхĕсенче — юман-çăка вăрманĕсем. Кашкăр, упа, тилĕ, пăши, çӳлевĕç, хăнтăр, каюра тата урăх чĕрчун тĕл пулать.

Мари Эл çĕрĕнче— Мари Чодра наци паркĕ, çутçанталăк управĕ Мăн Кокшага.

Халăх йышĕ — 711 540 çын (2006), 728 000 (2002). Халăх йышлăхĕ — 30,4 çын/çм² (2005), хула халăхĕн шайĕ — 63,1 % (2005).

Республикăра çын тĕкĕнмен тайга çут çанталăкĕ сыхланса юлнă, кунта республикăри хула тата кӳршĕ çĕрсенчи халăх чунна кантарма килет. Çуран çулçӳрев, ут маршручĕ чылай, кулленех шыв тăрăх байдаркăпа Мăн Кокшага анаççĕ , кӳлĕсем (Яльчик, Таир) тата юханшывсем çинче кану çурчĕсене, санаторисене тата çуллахи лагерьсене туса лартнă.

Мари Элре вырăссем (47,5%), марисем (42,9%), тутарсем (6,0%) тата урăх халăх пурăнать.

Йошкар-Олапа Волжск хулисенче, çаплах Йошкар-Ола хутлăхĕнче тата республикăн анăç çĕренче вырăссем чылайрах. Ялсенче мари халăхĕ йышлă, Туçи Мари районĕнче — туçи марисем, вĕсем чĕлхепе те, культурипе те улăх марисенчен уйрăлса тăраççĕ. Чăваш Утар районĕнче темиçе чăваш ялĕ вырнаçнă.

Финн-укăр йăхĕсем хальхи Раççейĕн анăçри, çурçĕрти тата варринчи территоринче сĕм тахçанах пурăннă. Мари Эл çĕрĕнче пирĕн эрăччен пĕрремĕш пинçуллăх вăхăтĕнчи археологи япалисем тупнă. Çапла, çармăс çырăвĕпе (тиште) хуçалăх ĕçĕсенче çех усă курнă, тутар çыру çăлкуçĕсене Хусана илнĕ чух çунтарса янă, çавăнпа Вăтам Атăлçи кун-çулĕн пур çыру пĕлтерӳлĕхне вырăс чĕлхипе çырнă.

Çармăссем (хальхи ячĕ — марисем) пирки пĕрремĕш X ĕмĕрте хасар хаканĕ Иосифа сановнику кордов халифĕн сановникĕ Хасдай ибн Шапрут патне çырнă çырăвĕнче асăннă. Хальхи çармăссен несĕлĕсем V - VIII ĕмĕрсем хушшинче готсемпе, каярах хасарсемпе тата Атăлçи Пăлхарпа хутшăннă.  Палхар патшалăхне 1236 çулта Батый хан монгол çарĕсем çĕмĕрсе тăкнă. Çакăн хыççăн пулса тăнă Ултăн Уртапа мари, тăмарлă пулнă. XIII - XV ĕмĕрсенче çармăссем Ылтăн Урта тата Хусан ханлăхĕ шутĕнче пурăннă.

IX ĕмĕртенпе çармăссем çавăн пекех тухăçалла куçса пыракан Кейӳ Руçĕн славян йăхĕсемпее тĕл пулнă, анăç  çармăс çĕрĕсенче Ростов, Галич, Ярославль, Суздаль, Улатимĕр хулисене тата 1221 çулта Чулхулана туса лартнă. Майĕпен анăç çармăссем христиан тĕнне кĕрсе славянланаççĕ, килĕшменнисем мари енĕн варрине тарса каяççĕ. Вăтам ĕмĕрсем тапхăрĕнче яланхилле вырăс-тутар хирĕçĕвĕсем çармăс çĕрĕнче (кун чух çармăссем тутар енче çапăçнă) пулса иртеççĕ. Малтан тутарсемпе çармăссем çĕнтерсе пыраççĕ, анчах та Хаяр Йăван вăрçă тапратать: 1551 çулта туçи çармăс (Атăлăн сылтăм çыранĕ) çĕрĕсем Мускав айне пулаççĕ, 1552 çулат патша çарĕсем Хусана илеççĕ, йăлăм çармăссем Мускава куланай тӳлеме тытăнаççĕ. Хыççăн колонизаци тапхăрĕ пуçланать: çапла, 1555 çулта Шупашкар, 1583 — Чикмĕ, 1584 — Царевококшайск (халĕ Йошкар-Ола) хулисене никĕслеççĕ.

Хĕстерсе христианланине пула çармăссем ялсене пушă хăварса вăрмана тараççĕ. Петре Первом мари халăхне çара хĕсмете илеççĕ, территорие тĕпчеме тытăнаççĕ, кириллица шрифчĕпе мари чĕлхи нче пĕрремĕш çыру ĕçесем çуралаççĕ. Пĕрремĕш мари Пуцек-Григорович грамматики 1775 çулта çутта тухать. Пурнăç лару-тăрăвĕ çапах йывăр тăрать, 1775 çулта çармăссем кар тăрса Пăкач пăлхавнее хутшăнаççĕ.

Октябрь Революцийĕ хыççăн, 1920 çулăн юпан 4-мĕшĕнче, Мари автономи облаçĕ туса хураççĕ.

Мари Эл ячĕ «мари»(халăх ячĕ) тата «эл» (çĕр) сăмахĕсенчен пулнă.

Мари Элре республика хушшинчи шайра 1 аэропорт пур. Республикăра чукун çул вокзалĕ тата икĕ  автовокзал, 14 чукун çул чарăнăвĕ, 51 пассажир автобус чарăнăвĕ, Чикмере Атал çинчи юханшыв порчĕ, тăватă вырăнти порт, баржăна тиемелли-антармалли хатĕр вырăн. Атăлпа Ветлуга тăрăх карап çӳрет.

Ертсе пыракан промăçлă пайĕ — машина тăвасси тата металл хатĕрлесси (металл касакан хатĕр-хĕтĕр, приборсем, автоматизаци хатĕрĕсем, сутă-илӳ тата этем пĕрлĕ апатлану предприятисем, вăрман, йывăç тăвасси тата  целлюлоза-хут, çăмăл тата апат-çимĕç (аш-какайпа сĕт-çу). Паллă промăç тĕпĕсем —Йошкар-Ола, Волжск.

Ял хуçалăхĕнчи тĕп отраçлĕ — выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси (сĕт-çу тата аш-какай (шултра мăйракаллă выльăх, сысна, сурăх, чăх) туса илесси. Тĕшĕллĕ тырă (урпа, сĕлĕ, ыраш, тулă) тата выльăх апачĕ, йĕтĕн, хăмла, пахча-çимĕç, çĕрулми) çитĕнтереççĕ.




#Article 27: Юхан шыв (117 words)


Юханшыв — çырансен хушшинче юхса тăракан, юхса выртакан шыв. Юханшывсене юханшыв гидрологиĕ тĕпчет.

Кашни юханшывăн çăлкуçĕ, тата ăçта-та пулин юхса кĕнĕ вырăн (кӳлĕ, тинĕс, океан, урăх юханшыв) пур. Океана, тинĕсе е кӳлĕсене юхса кĕрекен юханшывсене тĕп юханшывсем теççĕ, вĕсене юхса кĕрекенсем юпă юханшывсем тесе шутланаççĕ.

Тĕп юханшывсем вĕсене юхсе кĕрекен юпписемпе пĕрле юханшыв системи теççĕ.

Авал вилнĕ çыннăн чунĕ те юханшывран, юханшыв çине тухса вĕçсĕр тĕнче тинĕсĕнчи çăтмаха, леш тĕнчери çылăхсăр çутă вырăна ишсе каять тенĕ. Пĕр юханшыва тепĕр юханшыв çăтса тăнăран, юлашкине тинĕс çăтса янăран леш тĕнчери пурнăçа чăвашсем çăтмах тесе каланă.

Çавна кура кивĕ йĕрĕх хуллисене, пуканесене çурхи юханшыва пăрахнă. Юханшыв вĕсене çăтмаха çитерет тесе шутланă. Юханшыв ку тĕнчерен леш тĕнчене илсе каякан çул шутланнă.




#Article 28: Атăл (187 words)


Атăл (, , , , )— Раççейĕн Европа пайĕннчи юханшыв. Атăл дельтин пĕчĕк пайĕ Казахстан территорине кĕрет. Çĕр çинче чи пысăк юханшывсенчен пĕрри тата Европăра чи пысăкки.

Тăршшĕ — 3530 км (шыв управĕсене тăвиччен — 3690 км), бассейнăн шыв пухав лаптăкĕ — 1 361 000 км².

Атăл çинче таваттă миллионер-хуласем (пуçĕнчен вăррине çити): Чулхула, Хусан, Самар, Волгоград.

Валдай çӳллĕшĕнче пуçланса Каспи тинĕсне юхса кĕреть. Европăра чи пысăк юханшыв шутланать. Тăршшĕ 3 530 çухрăм (шывусравĕсем туса хуриччен 3 690 çухрăм). Шыв-çĕрĕн лаптăкĕ 1 360 пин çм² çитет.

Атăла пурĕпе 200 пĕчĕкрех шыв юхса кĕрет. Чи пысăккисем Селижаровка, Тверца, Молога, Шексна, Унжа, Ока, Сăр, Ветлуга, Сĕве, Чулман Атăл, Самар, Мăн Иргиз, Еруслан, Ахтупа.

Атăл çинче нумай шывуправĕсем пĕвелесе электроэнерги хăватлăхне кăларакан станцисем чылай туса лартнă.
Вăтам ĕмĕрсенче юханшыва Итиль е Этель, ĕлĕххи чăвашсем, хасарсем Атăл (вĕсен тĕп хули те Атăл ятлă пулнă) тенĕ. Аваллăхра (хальхи эрăн I ĕмĕрĕсем) Ра тесе палăртнă.

Юханшывăн Атăл ячĕ авахи хун-пăлхарсен Атăл Юхан-шыв çырма тенине пĕлтерет. Вырăссем тата Европăра (тĕнчере те) юханшыва Волга теççĕ, çак сăмах вара  çармăссен çутă тени пулать.

Пăлхар (болгар е булгар) этнонимĕпе çыхăннă географи палăртăвĕсем (топонимсемпе гидронимсем) Çĕр çинче чылай.




#Article 29: Википеди (305 words)


Википе́ди (, илтĕнет: ,  е ), — тĕрлĕ чĕлхеллĕ, ирĕклĕ  универсал онлайн энциклопеди. «Вики» технологийĕпе ĕçлет. Ăна «Викимедиа» тупăшсăр фончĕ тытса тăрать. Ячĕ «вики» (сайтсене тумалли технологи) тата «энциклопеди» сăмахсенчен пулса тухать.

Халлĕхе Википедире 13 миллион ытла статья. Вĕсене хăй ирĕкĕпе ĕçлекенсем ( Википедиçăсем )пĕрле çыраççĕ. Çак  статьясене кирек кам та улăштарма пултарать.

Википеди проектне хутшăнакансене википедăçсем теме пулать.

Википедине 2001 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Джимми Уэйлспа Ларри Сэнгер пуçарнă.

Информаци калăпăшĕпе тата тĕрлĕ темăсене уçса парассипе Википеди этемлĕхĕн кун-çулĕнче кунчен пулман тулли энциклопедийĕ шутланать. Халлĕхе вăл Интернетра чи мăнă тата чи популярлă сайт 

Википедин чылай пахалăхĕсенчен пĕри — информацине тăван чĕлхепе çырса кăтартма май парасси, халăх культурипе çыхăнтарасси.

...
Википедири хыпар йышĕ ӳссе пынă, унăн паллăхĕ майĕпен сарăлнă. 2003 çулти çĕртме, 20 Фонд Викимедиа — коммерциллĕ мар Википеди валли укçа-тенкĕ пуçтаракан йĕркеленӳлĕхе туса хунă. Çак Фонд пулăшăвĕпе Википеди принципĕпе ĕçлекен урăх онлайн-проектсене хута янă.

Википедин шалу çинчи авторсемпе редакторсем çук, пур хыпара тупăçламасăрах хутшăнакансем (википеди́стам) хăйсемех хушаççĕ те, çĕнетеççĕ те. Хастар хутшăнакан кăмăл пулсан администратор пулса тăма пултарать, çак ...

Статьясене çырнă чух хутшăнакансем  татулăллă пулмалла.

Википедире хăйĕн ĕçне çырса кăтартнă пулсан автор каялла тавăрмалла мар пур лицензине GNU FDL лицензи йĕркине кĕртет. Çакăн чух При этом строго соблюдаются неимущественные авторские права. Тĕплĕнрех .

Википеди — çавăн пекех хăй тĕслĕ сӳтсе явмалли вырăн. Çыракансем хушшинчи тĕрлĕ шухăшсене ятарласа хунă страницăсенче сӳтсе яваççĕ. Кирек епле статьян та хăйĕн сӳтӳ-яву страници пур. Унта кашни çын канашлăва хутшăнма, статьяна кĕртнĕ материал пирки хăйĕн шухăш-туйăмне калама пултарать.

Акăлчан Википедине 2001 çулхи кăрлач, 15 уçăлнă. Ку Википедин тĕнчери чи ватă (иккĕмĕшĕ 2001 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче уçăлнă нимĕç Википедийĕ пулнă) тата пысăк уйрăмĕ

Çак кунсенче Польшăри Сăлупуç (пол. Słubice) хулинче вырăнти «Коллегиум Полоникум» ăслăлăхпа дидактика лапамĕн директорĕн пуçарăвĕпе Википедине халалланă пĕрремĕш палăк уçăлнă

Чăваш уйрăмĕ 2004 çулта, чӳкĕн 22-мĕшĕнче| уçăлнă. 2016 çулăн чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче пирĕн уйрăмра 36000 ытла статья.




#Article 30: Етĕрне (289 words)


Етĕрне (, , ) — Чăваш Енри хула, Етĕрне районĕн администрацийĕ вырнаçнă. 2002 çулта пурĕпе 11,1 пин çын пурăннă. Хула Сăр юханшыв çинче ларать.

Хула пуçлăхĕ — Фоланин Викентий Иванович.

Етĕрне турцинчи Эдирне хула ячĕпе пĕр пек илтĕнет. Унта Эдирне малтанах тĕп хула пулнă, çавăнтах  янычарсен (çĕнĕ çар) шкулĕсем пулнă. Васильсурска Хусан çĕрĕсĕн çывăхăнче никĕсленĕ хыççăнах ăна хирĕç хан форпост хывать. Ячĕ Эдирне, хальхи чăвашла Етĕрне пулать. Çав вăхăтрах тăрăха чăваш ятлă çар çыннисем килсе тухаççĕ.  Чăваш тени вăл вăхăтра ертсе пыракан çар çынни пĕлтерĕшлĕ пулнă. Хусан ханлăхĕн чиккине çирĕплетме хан татăшах çарсем ярса тăнă. Çармăс ялĕсем хушшинче çĕнĕрен форпостсем çĕкленме тытăнаççĕ — Етĕрне (Эдирне), Чорбай, Ачак,Чотай, Майдан, Крымсарайкасси тата ыттисем. 1551 çулта Курбский çырнă тăрăх чăвашсем пурăнмалли вырăнсем, çирĕплетнĕ кармансем çумĕнче вырнаçна. (Етĕрне вырăнĕнче ĕмĕртен-авалтан чăвашсем пурăннă, кунта вĕсен çирĕплетнĕ пысăк мар карман-хула пулнă. В.Якимов 1927 çулта çырса илнĕ чăнлавра Етĕрне ятлă-сумлă чăваш çыннин ячĕ иккенни паллă. Унта çапла каланă: Патша чăваш çĕрĕ çине уес хули тума шутланă. Чăвашсен ятлă-сумлă çыннисем çакна пĕлеççĕ те уес хулине хăйсен ялĕ вырăнĕнче пултарас тесе тавлашма тытăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Тукач, тепри Сарплат, виççĕмĕшĕ — Асамат. Вĕсен кашнийĕн хăйсеп пуçласа янă ялсем пулнă. Вĕсене çак ятлă-сумлă ячĕпе чĕннĕ... Юлашкинчен уес хулине илмелли хута Тукач илнĕ. Анчах Асаматпа Сарплат çакăнпа килĕшмен, Тукача хирĕç кĕрешме тытăннă. Çав вăхăтра Тукач çуртне çĕрле Етĕрне паттăр чăваш çĕмĕрсе кĕнĕ те уес тумалли хута илсе кайнă. Етĕрнен хăй ячĕллĕ ялĕ пулнă, çавăнта вара уес хули туса никĕсленĕ. Етĕрне хули Иван Болотников, Степан Разин тата Емельян Пугачев пăлхавĕсем вăхăтĕнче те питĕ палăрнă. В.Димитриев çырнă тăрăх И Цивильск, и Ядрин были поставлен русскими властями для укрепления своего положения после подавления восстания чувашских и марийских крестьян 80-х годах XVI века... Кунти çынсем Етĕрне çынни Ахман утаман паттăр çинчен хайлавсене паянкуна упраса çитернĕ.




#Article 31: Етĕрне районĕ (162 words)


Етĕрне районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Çурçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвеланăç енче — Чулхула облаçĕпе. Хĕвелтухăç енче Муркаш районĕ, кăнтăрта Хĕрлĕ Чутай районĕпе Элĕк районĕ вырнаçнă. Районăн çĕр лаптăкĕ 897,5 км2. Район администрацийĕ Шупашкартан 79 çухрăмра вырнаçнă Етĕрне хулинче вырнаçнă.

Район пуçлăхĕ - Кузьмин Владимир Николаевич.
Район тăрăх Сăрăпа Вылă юханшывсем юхаççĕ. Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлсем нумая пыраççĕ, çăвĕсем ăшă, хăшпĕр чухне шăрăх та. Утă уйăхĕнче вăтам температура +18,6°С танлашать, кăрлач уйăхĕнче — -13°С. Чи сивĕ температура -44°С пулнă, чи шăрăххи — 38°С.

Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче туса хунă.

Сӑр ҫинче выртать илемлӗн

Юмахри пек сарӑлса.

Ман ҫӗршывӑм, Етӗрнейӗм,

Юрлар сана мухтаса.

Хушса юрламалли:

Ҫирӗплен эс, чечеклен,

Ман районӑм - Етӗрне.

Пултаруллӑ та ӗҫчен –

Тивӗҫ эс мухтав ятне.

Кашласа ларать вӑрманӗ,

Улӑхсем мӗнле хитре.

Тырри-пулли куҫ виҫеймӗ

Сарӑ тумлӑ уй-хирте.

Хушса юрламалли:.

Ҫыннисем пит тараватлӑ,

Эпир пурте пӗр ҫемье.

Ҫӗнелсе ҫӗклен хӑватлӑ

Савнӑ ҫĕр - ҫӗршыв-анне.

Хушса юрламалли:




#Article 32: Муркаш районĕ (120 words)


Муркаш районĕ, — Чăваш Енĕн çӳрçĕр енче вырнаçнă район. 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10 туса хунă. 

Ытларах пайĕ Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă, пĕчĕк пайĕ — сулахай енче. Çӳрçĕр енче Мари Эл республикипе юнашар вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Шупашкар районĕпе, кăнтăр енче — Элĕк районĕпе, хĕвеланăç енче Етĕрне районĕпе юнашар. Пĕтĕм лаптăкĕ 845,3 км2 танлашать, ку пĕтĕм республикăн лаптăкне илсен 4,6%. Администраци Муркаш ялĕнче вырнаçнă.

Муркаш районĕ сăртлă тӳрĕм вырăнта вырнаçнă. Çырмасем пить нумай, вăтамран вĕсен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Чи пысăк юханшыв — Атăл (район тăрăх 15 çухрăм юхать). Çавăн пекех Юнкă, Сĕнтĕр тата Сурăмпа Мăн Шетмĕ (Мăн Çавал юпписем), Муркаш юханшывсем юхаççĕ. Пĕчĕк кӳлĕсемпе пĕвесем пур.

Атăл хĕррипе юман вăрманĕсем вырнаçнă. Вĕсенче вĕрене, йĕлме, çăка йывăç та тĕл пулать.




#Article 33: Геологи (101 words)


Геологи (гео (çĕр) тата логос (сăмах) ), — Çĕр тытăмĕ мĕнрен пулса тăнине, вăл мĕнле аталаннине тĕрлĕ енчен тĕпчекен ăслăлăх. Çавăн пекех ку ăслăлăх çĕр айĕнчи усăллă япаласем ăçта вырнаçнине тĕпчет.

Геологи нумай уйрăмсенчен тăрать. Гео сăмахран тăнине ытлашшиех пăхмалла мар, мĕншĕн тесен вăл Çĕре çеç мар, унран анлăрах та тĕпчет. Тĕслĕхрен, Хĕвел системине тĕпчекен уйрăмсем: космохими, космологи, космос геологиĕ тата планетологи.

Çĕр планетине хупăрласем çине пайлама пулать. Çӳлте атмосфера вырнаçнă. Ку газлă хупăрлавĕ пулать. Шывлă оболочка гидросфера ятлă. Вăл океансенчен, юханшывсемпе кӳлĕсенсенчен тата çĕр айĕнчи шывсенчен тăрать. Çынсем пурăнакан вырăнĕ биосфера ятлă.

Геологи уйрăмĕсем:

Хыпар кĕнекисем:

Общества, организации и институты:




#Article 34: Турккă чĕлхи (141 words)


Турк чĕлхи (Türk dili (кĕскен: Türkçe)), — тĕрĕк чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисен огуз чĕлхисем патне кĕреть, Турцин чĕлхи. Турк чĕлхи патне чи çывăх чĕлхесем: гагауз чĕлхи, азербайджан чĕлхи, туркмен чĕлхи. Çавăн пекех турккă чĕлхи патне Молдавири балкан-тĕрĕк гагаузсен диалекчĕ çывăх.


Чăваш чĕлхи пек турккă чĕлхи тĕрĕк чĕлхе ушкăнĕ кĕнипе вĕсем çывăх. Сăмахсен нумайăшĕ пĕр тымарлă. Ӗлĕк тĕрĕк чĕлхи мĕнле пулни пирки тĕпчевçĕсем паян кун та тавлашаççĕ пулин те хăш пĕрисем чăваш чĕлхи ĕлĕк тĕрĕк чĕлхине чи çывăх иккене пĕлтереççĕ.Çăлкуç кирлĕ.

Тăтăшах тĕл пулакан сыпаксен улшăнăвĕсем (чăвашла - турккăлла)




#Article 35: Тутар чĕлхи (234 words)


Тутар чĕлхи, — тĕрĕк чĕлхисен кăпчак чĕлхисем патне кĕрекен чĕлхе. Ытларах енĕпе пушкăрт чĕлхине çывăх, унăн хыççăн каракалпак, казах, нугай, балкар, узбек тата кумăк чĕлхисемпе тăван. Тутарстанра вырăс чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать.

Тутарстансăр пуçне тата Пушкăрт Республикинче, Мари Элре, Удмуртире, Мордовире калаçаççĕ. Раççейре ку чĕлхепе калаçакан йышĕ 2002 çулхи халăх çыравĕпе 5,3 млн патнелле пулнă (1989 çулхи çыравпа — 5,1 млн).

Виçĕ тĕп диалект уйăраççĕ: 

XIX ĕмĕр варринче тутарсен авалхи литература чĕлхи пулнă.

Пин çул патнелле каялла тутар чĕлхинче арап графиккипе усă курнă. 1927 çулта СССРа кĕрекен тĕрĕк халăхсем пурĕ те тенĕ пекех латин алфавичĕ (Яналиф графики) çине куçнă. 1939 çулта тутар алфавитне ултă çĕнĕ саспалли хушнă кириллица çине куçарнă. Анчах та çак алфавит та тутар фонетикине анлă сарма пулăшман. 80-мĕш çулсем варринелле лингвистсем тата виçĕ-тăватă саспалли хушмалли пирки шутланă.

Халӗ Тутар алфавичӗ

Нумаййи (Күплек сан)

м, н, ң хыççăн -нан/-нән, -нар/-нәр

Хушнă глаголĕ (Боерык фигыль) 

яз + арга - çырма

яз + маска - çырма мар

Герундийĕ (Исем фигыль):

яз + у - çырни (çыру)

яз + у + ны - çырнине (çыруна)

яз + у + лар - çырнисем (çырусем)

яз + у + лар + ым - çырнисем (çырусем)

яз + у + лар + ны - çырнисене (çырусене)

яз + у + лар + ым + ны - çырнисене (çырусене)

Камăнни ()

Күз + ләр + ем - куçсем

Күз + ләр + ем + нең - куçсен

Прототипĕ




#Article 36: Йĕпреç районĕ (207 words)


Йĕпреç районĕ () — Чăваш Енĕн (РФ) администрацилле-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленӳе (муниципаллă район).
Чăваш Енĕн варринчен кăнтăралла вырнаçнă.

Администраци центрĕ — Йĕпреç паçулăкĕ. 

Лаптăкĕ — 1201,2 км² (пĕтĕм республикăран 6,5%). Хăйĕн лаптăкĕпе вăл Улатăр районĕнчен анчах пĕчĕк. Çӳрçĕр енче Вăрнарпа Канаш районĕ вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Комсомольски районĕ, кăнтăр енче — Улатăрпа Патăръел районĕсем, хĕвеланăç енче вара Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсем.

Район администрацине Шупашкар хулинчен 114 çухрăмра тăракан Йĕпреç поçолăкĕнче вырнаçтарнă.

Район пуçлăхĕ — Петров Анатолий Иванович. Район хаçачĕ Çĕнтерӳшĕн ятлă.

Йĕпреç районĕ Чăваш платойĕн тăрăхĕнче вырнаçнă. Çӳрçĕр енче 30-80 метрпа вылякан сăртлă плато. Юханшывсемпе çырмасем питĕ нумай. Ытти лаптăк — пăр кайнă хыççăн пулнă сăртлă тӳремлĕх. Йĕпреç районĕнче кирпĕч чĕр таварне кăлараççĕ, тата çунакан сланецсемпе фосфоритсене тупкалаççĕ.

Йĕпреç районĕнче вăтам континент климачĕ. Температура вăтамран кăрлач уйĕхĕнче -13°С, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи пĕчĕк палăртнă температура -42 °C, чи пысăкки — 37 °C. Вăтамран юр-çумăр 500 мм таран ӳкет, ытларах енĕпе çулла.

Район тăрăх пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ: Хĕр (Сăрăн сылтăм юппи), Кушлавăш (Кĕçĕн Çавалăн сылтăм юппи), Кĕтне (Сĕвен сулахай юппи), Хум (Кĕтнен юппи). Çавăн пекех Пăлапа Вăрăм юханшывсем юхаççĕ, вĕсен район тăрăхĕнчи вăрăмĕшĕ кĕске. Кӳлĕсем районта сахал, пуррисем те пĕчĕк.
Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерме Хĕр юханшывĕ çинче шывпуххи тунă.

Района 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă.




#Article 37: Казахстан ялавĕ (183 words)


Хальхи Казахстан ялавне 1992 çулхи çĕртме уйăхĕн 4 йышăннă. Унăн тĕсĕ сенкер тĕслĕ. Ылтăн хĕвелпе амăрт кайăк Республикăн ирĕклĕхне, нихама та пăхăнманнине кăтартать.

Ялав тӳрĕ кĕтеслĕ пусма пек курăнать. Тĕсĕ синкер. Варринче хĕвел, хĕвел айĕнче ăмăрт кайăк вырнаçнă. Ялав патакки патĕнче çӳлтен аялалла хăю сарлакăшлĕ халăх орнаменчĕ вырнаçнă. Орнаментчĕ, хĕвелĕ тата ăмăрт кайăкĕ ылтăн тĕслĕ. Сарлакăшĕ çуллĕшне 2:1 пек пайланать.

Пĕр тĕс — Казахстан халăхĕн пĕрлĕхне кăтартать. Сенкер тĕс вара тĕрĕк халăхĕсен тĕсĕ шутланать. Ялав çинче вăл вĕçĕ хĕррисĕр тӳпене, çавăн пекех килĕшсе пурăннине, лăплăлăха тата пĕрлĕхе катартать.

Хĕвел — пĕтĕм чĕр чуна пурнăç паракан, çавăнпа та вăл пурнăç паллине кăтартать. Куçан халăх вăхăта хĕвел тăрăх пĕлет. Геральдика саккунĕ тăрăх хĕвел пуянлăхпа çитлĕхе кăтартать. Çавăн па та пур 32 хĕвел пайăрки те тырă евĕрлĕ.

Амăрт кайăк куçан халăхшăн уйрăм вырăн йышăнать. Ăна ялав çинче ӳкересси кунта пурăнакан халăхсен тахçанах йăлара пулнă. Хирте пурăнакан халăхшăн ку ирĕклĕх палли, тĕлленĕ тĕл патне туртăнасси, малашлăха вĕçесси. Тапĕр енчен илсен ăмăрт кайăк вăйлă кайăк шутланать, кам-та кам малашлăха утма чăрмантарать, çавсенне пурне те хирĕç тăма пултарать. Ăсăрт кайăк силуэчĕ Казахстан халăхĕ тĕнче цивилизациĕн çӳллĕшĕ хăпарасси тĕллевне кăтартать. 







#Article 39: Канаш районĕ (120 words)


Кана́ш райо́нĕ () — Чăваш Енĕн (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район) 

Район территорийĕ Чăваш Енĕн варринче вырнаçнă.
Тытăма 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче туса хунă. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсемпе, хĕвелтухăç енче Вăрмар тата Тăвай районĕсемпе, кăнтăр енче Комсомольски тата Йĕпреç районĕсемпе, хĕвеланăç енче Вăрнар районĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Лаптăкĕ 981,4 км2 танлашать, çурçĕртен кăнтăралла 35 çухрăм, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енелле 25 çухрăм тăршшĕ. 

Администраци Шупашкартан 84 çухрăмра ларакан Канаш хулинче вырнаçнă.

Канаш районĕ тăрăх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хĕрлĕ узел тата Канаш-Шупашкар чугун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем патшалăх тата  республика пĕлтерĕшлисем: Çĕрпӳ-Çĕмпĕр-Сызрань (патшалăх пĕлтерĕшлĕ), Вăрнар-Канаш-Улатăр; Шахасан-Çĕмĕрле; Канаш-Шупашкар (республика шайĕнче). Ку çулсем тăрăх районăн шалти тата аякри экономика хутшăнăвĕсем иртеççĕ.

Районти ял тăрăхĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:




#Article 40: Чулхула гербĕ (136 words)


Чулхулан гербне 1992 çулхи юпа уйăхĕн 15 йышăннă. Вăл 1781 çулта йышăннă герб çинче никĕсленеть. Анчах та хальхи герб çавăн пекех Раççей ялавĕн тĕсĕллĕ хăюпа çыхнă ылтăн юман çӳлçисемпе çавăрса имле пултараççĕ.

Чулхула гербĕн историĕ тăрăх халĕ те тавлашаççĕ. Пĕрисем шутланă тăрăх малтан (XVI-XVII ĕмĕрсенче) герб çинче пăши ӳкернĕ пулнă, кайран, XVIII ĕмĕрте, вара тин вăл пăлан çине улшăннă.

Алексей Михайлович патшан 1666 çулхи указĕнче герб ялавĕ тăвасси çинчен çапла çырнă: «Нижегород печачĕ, ун çинче пăши утать».

Теприсем шутланă тăрăх XVII ĕмĕртех герб çинче пăлан пулнă. Вĕсем 1626 çулхи пĕтĕм патшалăх пичетĕсен ăнлантарăвĕ çине кăтартаççĕ. Ку документа 1626 çулхи Мускаври пушар хыççăн çырнă. Унта çырнă: «Нижегород пичечĕ: пăлан, пăлан айĕнче çĕр»

Авалхи герба çапла çырса ăнлантарнă: «Шурă тĕс çинче пăлан ӳкернĕ. Пăланĕ хĕрлĕ, мăйракисемпе пăлан чĕрнисем — хура тĕслĕ». Ку герба 1781 çулхи çурлан 16 йышăннă.




#Article 41: Комсомольски районĕ (128 words)


Комсомольски районĕ (Каçал тăрăхĕ ) — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район). 

Чăваш Енĕн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ — 630,3 км2. 

Район администраци вырнаçнă Каçал ялĕ Шупашкартан 115 çухрăмра ларать.

Район çĕрĕ кăнтăртан çурçĕрелле, çавăн пекех хĕвелтухăç енчен хĕвеланăç еннеле 32 çухрăма саралса выртать. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Канаш районĕ, кăнтăр енче — Патăрьел районĕ, хĕвеланăç енче — Йĕпреç районĕ, хĕвелтухăç енче - Елчĕк районĕ вырнаçнă. 12 çухрăм хушши Тутарстан çĕрĕпе чикĕ тăсăлать.

Района 1939 çулхи нарăсăн 22 туса хунă. 

Ытларах пайĕпе кунта ял хуçалăхĕнче вăй хураççĕ. Ӳсен-тăран ӳстерессипе вылăх-чĕрлĕх ĕрчетесси пĕр пекех аталаннă. Тырă, çĕрулми, тата тĕрлĕ пахча çимĕçе тупăшлаççĕ. Вылăх-чĕрлĕхрен сысна, ĕне-вăкăр, лаша çитĕнтереççĕ, пыл хурчĕ тытаççĕ.

Районта автомобиль транспорчĕ кăна пур. Тĕп çулĕсем: Çĕрпӳ—Чĕмпĕр—Сызрань, Шупашкар—Йĕпреç—Патăрьел—Елчĕк.

Район 12 ял тăрăхне пайланать:




#Article 42: Ислам (112 words)


Ислам (, al-Islām, син-лям-мим сăмах тымарĕнчен пулать) — Пĕр Турăллă тĕнче тĕнĕ, Мăхаммата пӳлĕхçĕ вырăнĕнче чыслаççĕ, Аллахăн элчи теççĕ. Ислам тĕнне тытакансене мăсăльмансем (, муслимуна сăмахран, му- çумми тата кясра çурав. Ççк тымартан япалан паллă ятне хормăлать.

Ислам — Турă пĕрре кăна тесе вĕрентекен тĕн. Халĕ ку тĕне ĕненекен çынсен шучĕ 1,3 млрд. (пĕтĕм тĕнченри халĕх йышĕнчен 23%) патнелле. Исламăн тĕп кĕнеки — Коран.

Исламăн таса кĕнеки — Коран, çапах та турра хавхалакан шутне  Муссан Тауратне, Даудăн Забурне тата Иссан Инджильне кĕреççĕ. Çавăнпа иудейсемпе хресченсене ыр-усал тĕнне тытса пыракансем шутне кĕртмеççĕ, вĕсене Писани çыннисем теççĕ.
Теплĕнрех Исламри Таса Писание статьяна вулăр.

Мăсăльман çĕршывĕсем статьяна вулăр
Тенчери 18 % мăсăльман арап çĕршывĕсенче пурăнать.




#Article 43: Трак ен районĕ (102 words)


Красноармейски районĕ, — Чăваш Енĕн çурçĕр енче вырнаçнă район. Район администрациĕ Шупашкартан 58 çухрăмра Красноармейски ялĕнче вырнаçнă.

Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Шупашкар районĕпе, кăнтăрта Канашпа Вăрнар районĕсемпе, анăç енче Элĕкпе Муркаш районĕсемпе тата çурçĕр-тухăç енче Çĕрпӳ районĕпе юнашар вырнаçнă. Чăваш Енре лаптăкĕпе чи пĕчĕк район шутланать. Унăн лаптăкĕ 456,3 км2. Çурçĕртен кăнтăралла 29 çухрăма тăсăлать, анăç енчен тухăç енне — 28 çухрăм.  Ялăн ĕлĕххи ячĕ - Трак.

Района 1935 çулхи кăрлачăн 9-мĕшĕнче Трак районĕ тесе Малти Трак ялне центр вырăнне хурса тунă, 1940 çулта яла  Красноармейски ят панă.

Районта 33 вĕренӳ учреждениĕ вырнаçнă, 2 ӳнер шкулĕ, 2 музей, 23 библиотека, 48 клуб.




#Article 44: Элĕк районĕ (535 words)


Элĕк районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн хĕвеланăç еннерех вырнаçнă. Район администрациĕ Шупашкартан 67 çухрăмра ларакан Элĕк чиркӳ ялĕнче.

Район администрацин пуçлăхĕ — Куликов А.Н..

Район пуçлăхĕ/ Район депутачĕсен пухăвĕн ертӳçи — Дубинин В. Х.

Çурçĕр енче район Муркашпа Етĕрне, хĕвеланăç енче Хĕрлĕ Чутай, кăнтăр енче Çĕмĕрлепе Вăрнар, хĕвелтухăç енче Красноармейски çĕрĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла район 18 çухрăма тăсăлать, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енне — 25 çухрăма. Çĕр лаптăкĕ — 554,1 км2.

Элĕк районĕн çĕрĕ-шывĕ Чăваш плато никĕсĕнче ларать, çĕр пичĕ çырма-çатраллă, эрозиллĕ.

Юханшыв эрешĕнче Сăрăн сылтăм юппи Вылă тата Мăн Çавалăн сулахай юпписем — Хирлеп, Апаçырмапа Сурăм. Шывсен çыранĕсем таткаланчăк, чанкă çыранлă. Çырмасене пур ялта тенĕ пекех пĕвеленĕ, пĕвесенче пулă ĕрчет.

Тени ял тăрăхĕнче Тени кӳлĕ пур.

Халăх йышлăхĕ — 42,5 çын пĕр 1çм2 çине. Пĕр ялта вăтамран 205 çын пурăнать. 

Элĕк чăвашĕсем чăваш чĕлхин -ке диалекчĕпе калаçаççĕ.

Район 12 ял тăрăхне пайланать. Пурĕпе район йышне 177 ял (чиркӳллĕ ял (сала), выçăлкă, паçулкă) кĕрет.

Район территорине кĕрекен ялсем революциччен тĕрлĕ çулсенче Хусан кĕпернипе Чĕмпĕр кĕпернисенчи Етĕрне, Кăрмăш, уесĕнчи Ассакасси, Аттай, Хучаш, Шăмат, Çулавăç, Элĕк, Чăваш Сурăм вулăсĕсене кĕнĕ.

Район çĕрĕнче фатьян тата апаш этеплĕхĕпе çыхăннă авалхи çынсен пурăну вырăнĕсене тупса тĕпченĕ. Археологсем Ураскилт, Тавăт, Тури Вылă ялĕсем патĕнче ĕçленĕ. 1956 çулта Ураскилт çумĕнче икĕ Улăп тăприне, Тавăт патĕнче 3 Улăп тăприне тĕпченĕ.

Çакнашкалах Улăп тăприсем Мартынкасси (Кмакуç), Татмăш (Яшплат), Тури Юлăш (Шуйттан-ту), Йăлкăш (Улăп тăпри), Лупашка (Улăп), Ярхуньушкăнь (Полуй тĕмески), Янкурас, Лупашка, Шураç, Шĕнтреш (Тĕмеске), Прашушкăнь, Ямаш, Урпаш, Какаç патĕнче пурине палăртнă.

Изванка (хула çучĕ) Синер, Шурăмпуç, Мучикасси (кивĕ хула), Урпашри карман çучĕ (хула çучĕ), Пĕчĕк Йăлкăш (хула çучĕ), Тури Хурасан (Карман-ту), Тури Вылă, Ураскилт, Кармал Тени

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче 9115 çын çапăçнă. 4387 ентеш çапăçусенче паттăррăн пуç хунă.

Афганистан хирĕçĕвĕнче 145 çын пулнă. Урăх хĕрӳ тапхăрлă çĕрсенче 204 ентеш хутшăннă.

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем районта çуккипе пĕрех. Кирпĕч тумашкăн суглиноксем кăлараççĕ, тата карбонатлă породăсем хăш пĕр çĕртре тупма пулать.

Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.

Район климачĕ вăтам континентлă. Хĕлĕсем вăрăм та сивĕ, çилĕллĕ, çăвĕсем ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ  температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C.

Вăрмансенче юман, каврăç, вĕрене, хурăн, ăвăс, çăка йывăçĕ ӳсет; çаплах — хыр, çемçе чăрăш, кедр, чăрăш, тирек ешерет. Аял сийĕнче — шĕшкĕ, хăмла çырли тĕми, çĕмĕрт, шăлан. Курăксем:  серте, хăях тата урăххисем те.

Промăçлăх аталанăвĕ çителĕксĕр, механика юсав предприятисем тата ялхуçалăх пурлăх предприятисем. Район тĕпĕнче тумтир-пушмак çĕлеççĕ, юсаççĕ. Çăкăр-кукăль, кондитер пылакĕсене, улма-çырла упранчăкĕсене пĕçереççĕ, алкогольсăр шĕвек тăваççĕ.

Хуçалăхăн тĕп пайĕ — ял хуçалăхĕ. Çĕр ĕçлев лаптăкĕ 46,6 пин га, çав шутра ана-пусă — 36,1 пин га. Ӳсентăран ĕçлĕхĕнче — тырă, çĕрулми, выльăх-чĕрлĕх апатне туса илеççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ĕç-пуçĕнче— какай-сĕт вылăх-чĕрлĕхне ӳстересси, утар ĕçлĕхĕ.

Районăн вăрманлăхĕ нумаях мар, пур лаптăкĕн 6% яхăн пайĕнче ял хуçалăх тыр-пулне, пахча-çимĕçне акса-лартса илеççĕ.

Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.

 Элĕкре литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, районăн культура керменĕ ырă сунса кĕтеççĕ.

Халĕ районта ... вăтам шкул ачасене пĕлӳ параççĕ.

Ялсенче пĕтĕмпе 7 музей йĕркеленĕ, ... культура керменĕсем, клубсем ĕçлеççĕ.

Элĕкре Халăх театрĕ ĕçлет.

Чăваш чĕлхипе Пурнăç çулĕпе хаçат эрнере 2 хут тухса тăрать.




#Article 45: Элĕк (Элĕк районĕ) (293 words)


Элĕк, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрацийĕ вырнаçнă ял, Элĕк ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Элĕкре пĕтĕмпе 10 урам: 60 çул Октябрь, Парк, Прохор Иванов, Коммуна, Тухăç, Çурçĕр, Колхоз, Совет, Сад, Хыр урамĕсем. 

Салара ытларах пайĕпе пĕр хутлă çуртсем лараççĕ. Çавăн пекех икĕ-виçĕ хутлисем те пур.

Элĕкре 2010-мĕш  çулхи çыравпа ялта 2653 çын, çав шутра 1245 арçын, 1408 хĕрарăм пурăннă..

Кунта И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул, Элĕкри мусăк шкулĕ, ӳнер шкулĕ, Литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ, икĕ вулавăш, культура керменĕ пур. Чăваш чĕлхипе Пурнăç çулĕпе хаçат тухса тăрать. Салара Халăх театрĕ ĕçлет. Кермен çумĕнче Валинке фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ.

 

Шупашкартан 67 çухрăмра ларать. Элĕке республика шайĕнчи Шупашкар — Элĕк — Етĕрне тата Шупашкар — Нурăс — Элĕк автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Элĕке пĕрремĕш хут 1486 çулта асăннă. Ӗлĕк-авал ку вырăнта юман вăрманĕ мăнаçланса ларнă. Юнашар вырнаçнă Юманлăх ял ячĕ çакна аса илтерет.

Элĕк çумне «Успенское» сăмах вара ялта 1744 çулта чиркӳ туса лартсан хушăннă. Элĕк чиркĕвне парнеленĕ, Елисаветă Петровнă патшара ларнă вăхăтра кăларнă пĕр турă кĕнекинче çапла çырса хунă: «Сия книга изготовлена типографией, а по приказу преосвященного Димитрия, Епископа Нижегородского Палатою отдана безденежно декабря 3 дня 1747 г. В Курмышском уезде новокрещенного села Успенское, Аликово тож, новостроенно у новокрещенных церкви». 

Çак çултан пуçласа вара Элĕк сала (чиркӳллĕ ял) пулса тăнă. 1782 çулта Элĕкре йывăçран çĕнĕ чиркӳ туса лартнă, вăл икĕ астуллă пулнă. Салари виççĕмĕш чиркĕве вара 1901 çулта туса лартнă. Элĕк сали XVIII ĕмĕр вĕçнелле Шăмат вулăсне кĕнĕ, каярахпа хăй те вулас тĕпĕ пулса 67 яла тытăма кĕртет. 1918 çулта вулĕçтăвком, ял Канашĕ туса хунă. 1859 çулта Элĕкре 48 кил шутланнă, 207 çын пурăннă.

Элĕк районĕнче Раççей Перекет банкĕпе Раççей ял хуçалăх банкĕ ĕçлет.

Кашни кĕçнерни кун Сутă-илӳ центрĕ çумĕнчи лапамра тата Пушкин урамĕнче Элĕк ярмăрки иртет. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ сутăçсем район халăхне таварпа тивĕçтереççĕ.




#Article 46: Мажуков Алексей Сергеевич (127 words)


Мажуков Алексей Сергеевич,  1936, нарăс, 10, Çĕмĕрле ялĕ,  Чăваш АССР — 2011, çĕртме, 28, Мускав) — совет, чăваш композиторĕ, дирижёрĕ.

Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1996).

Шупашкарти юрă-кĕвĕ училищинче, Сарăтури (1959) тата Мускаври (1962, Ю. А. Шапорин композици класĕ) консерватириĕсенче вĕреннĕ. 

Дирижер тата композитор-аранжировщик пулса эстрада оркестрĕсенче ĕçленĕ.

Алексей Мажуков кĕвĕ хывнă юрисене Э. Хиль, А. Пугачёва, И. Кобзон, С. Ротару, И. Понаровская, Н. Гнатюк юрланă хыççăн палла тухнă. Çавăн пекех Мажуков Алексей кинопа телефильмсем валли кĕвĕсем çырнă. Тĕслĕхрен, «Тахçан Калифорнинче» (Когда-то в Калифорнии), «Гаврилов механикăн юратнă хĕрарăмĕ» (Любимая женщина механика Гаврилова) тата ыттисем.

Мажуков кĕввипе Чăваш Академи театрĕнче В. Шекспирăн «Ашкăнчăк инкесем» (Виндзорские проказницы) комедине лартнă, В. Смирнов сăввипе «Чăваш Ене халалласа» (Ода Чувашии) çырнă. Шăпах çак чăнлавсем ĕнтĕ ăна чăваш композиторĕ теме май параççĕ.




#Article 47: Элмет (249 words)


Элмет, — Тутарстанри хула, Элмет районĕн административлă тĕпĕ. 

Хула Зай юхан шывĕн сулахай çыранĕ çинче, Хусантан 279 çухрăмра вырнаçнă. Кунта Татнефть уçă акционер обществи вырнаçнă.

Хальхи Элмет хули вырăнĕнче XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Альмухамет мулла пĕчĕк ял никĕсленĕ. Вăл Бикчура хан йăхĕнчен тухнă. Çав хан Пăлхарти пĕр ăру пуçлăхĕ пулнă. Бату хан çарĕпе çапăçса пуçне хунă. 1761-1767  çулсенче халăха шута илнĕ чухне кунта пилĕк çемье кăна пурăннă. 1885 çулта 375 хуçалăх шутланнă, вĕсенче 1959 çын пурăннă. 1900 çулта 510 кил-çурта çитнĕ. Тутарсем, вырăссем, пушкăртсем тата еврейсем пурăннă. Кунти çынсем çăкăр пĕçернĕ, выльăх-чĕрлĕх сутнă, тĕрлĕ тавар турттарнă, лавккасем тытнă. Ун чухне пысăк промышленность предприятийĕсем аталанман. Шыв тата çил арманĕсем, çукăлармалли тата кĕрпе авăртмалли пĕчĕк заводсем пулнă.

Шкулсем те пулман, тутарсем ачисене мулла патĕнче вĕрентнĕ. Элмет ялĕнче 1912 çулта кăна вырăсла тата тутарла вĕрентекен шкул уçăлать. Сывлăха хӳтĕлес енĕпе те учрежденисем çирĕммĕш ĕмĕрте çеç уçăлнă. 1915-1916 çулсенче улăсри врач пункчĕ хута кайнă. Унта врач, фельдшер та акушерка ĕçленĕ.

Каярахпа халăха çутта кăларасси хăвăрт аталанать. 1940 çулта 36 шкул пулнă, вĕсенче 7940 ача вĕреннĕ. Элметрен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине 17732 çын тăшманпа çапăçма кайнă. Вĕсенчен 8509 çапăçу хирĕсенче пуçне хунă. Вăрçă хыççăн ку таврашра пурнăç çĕнелет. 1948 çулта Ромашкино текен вырăнта пĕрремĕш нефть фонтанĕ çĕкленет. Ку пĕтĕм экономика ураланма пуçланине пĕлтерет. 

Аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнче Элмет Тутарстан нефть тупăçлакансен тĕп хули пулса тăрать.

Аллă çул хушшинче Элмет хăватлă индустри центрĕ пулса тăрать. Элмет таврашĕнче нефтяниксем кăна мар, машина тăвакансем, металлургсем,  газовиксем, çурт-йĕр тăвакансем, çĕр ĕçтĕшĕсем, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем йышлă, республика тата хула бюджетне тултарса пыраççĕ. 




#Article 48: Венгр чĕлхи (121 words)


Венгр чĕлхи (мадьяр, мачар чĕлхи) - финн-укăр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен чĕлхе. ханты тата манси чĕлхипе пĕрле укăр сыпăкне йĕркелет. Венгрла калаçакан хисепĕ 15 млн çывхарать. Венгрсем тĕпрен илсен Венгрире, Австрире, Румынире, Украинăра пурăнаççĕ. 

Венгр чĕлхи 8 диалекта пĕрлештерет. Хальхи тăван çĕр-шыв хутлăхне тупичченхи тапхăрта (X ĕмĕрччен) пăлхар-чăваш чĕлхипе тачă çыхăнура тăнă. Тĕпчевçĕсем венгр чĕлхинче 500 яхăн чăваш сăмахĕ тупса палăртнă.

Çырăвĕ латиница алфавичĕ çинче никĕсленнĕ. Чĕлхе кочĕ - hu е hun (ISO 639 тăрăх)

Венгр чĕлхине ĕлĕк-авалах çур пине яхăн чăваш-пăлхар сăмахĕ кĕрсе юлнă (пĕр чĕлхе тупмалăх çителĕклĕ). Венгрсем вĕт Европăна Çĕпĕртен куçса кайнă, çулĕ вĕсен чăваш урлă выртнă. «Улма» – «Олма», «Пурçăн» – «Баршонь». – «Сысна» – «Дисно». – «Çурла» – «Шарло». – «Кивçен» – «Кёльчён». – «Çурта» – «Дертя».




#Article 49: Етĕрне уесĕ (252 words)


Етĕрне уесĕ () — 1708—1927 çулсенче пулнă Хусан кĕпĕрнин, Чăваш АО тата Чăваш АССР администрациллĕ-территориллĕ виçе. Уес хули - Етĕрне.

Етĕрне уесĕ XVI ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче 1590 çулта никĕсленĕ Етĕрне хула таврашĕнче йĕркеленнĕ. XVII ĕмĕрте уесри ытларахăш халăх чăваш ясак çĕр ĕçтешĕсем шутланнă. Тулли мар хыпарсемпе, XVII ĕмĕрĕн 80—90-мĕш çулĕсенче Етĕрне уесĕнче 1258 ясак тата 40 харпăр кил шутланнă. XVIII ĕмĕрен пĕрремĕш чĕрĕкĕнче ясак çĕр ĕçтешĕсемпе хĕсметри хăшпĕр категорири çынсене патшалăх шайне куçарнă. 

XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче чиркӳ-мăнастăрь çĕр ĕçтешĕсене патшалăх шайне куçарнă. Çапла ĕнтĕ 1795 çулта Етĕрне уесĕнче 60,7 пин патшалăх çĕр ĕçтешĕ — 59,7 пин чăваш, 971 вырăс тата 15 пин поместье вырăс çĕр ĕçтешĕ шутланнă. 1897 çулхи халăх çыравĕпе, Етĕрне уесĕнче, хуласăр пуçне, 152 пин çын (77,2 пин хĕрарăм, 74,8 пин арçын), çав шутра 140,3 пин чăваш; 11,6 пин вырăс; 40 тутар; 23 мордва тата урăх халăхсен 13 çынĕ пурăннă. Пĕрлĕлĕх енчен çапла пулнă: 150,8 пин çĕр ĕçтешĕ, 565 чун-чĕм çынĕ, 551 мещанин, 60 хисеплĕ граждан, 52 пайăр тата ăратлă дворянин, 17 купса, 1 касак хĕрĕ, 8 урăх сослови çынни, 7 çын сословине кăтартман (4 ар., 3 хĕр.).

Уесре пурнан чылайрах халăх çĕр ĕçĕпе пурăннă. XVIII ĕмĕрте (1774 çулчен.) уесре 4 эрех юхтарав савут (пурĕ харпăр алăра) ĕçленĕ. Çаплах А. И. Засыпкинăн  сăран тăвакан тата çу уçлакан промăçлĕсем пулнă. 1882 çулта кунта 1 эрех юхтаракан тата 1 поташный савутсем пулнă. 1901 çулхи хыпарĕсемпе, уесре 1 эрех тăвакан тата 1 çу уçлакан савут, 827 пĕчĕк промăç лаççи (çав шутра 784 арман, çу уçлав т. ыт.), 4 пульницă, 131 шкул пулнă.




#Article 50: Полугрудов (102 words)


Полугрудов Алексей Владимирович — хальхи коми çыравçи. 1976 çулхи утă уйăхĕн 17 Коми Республикинче çуралнă. 

Коми Республикин Ертӳçи çумĕнчи шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн Сыктывкар университечĕн финн-угор факультетне пĕтернĕ.

Хальхи вăхăтра «Войвыв кодзув» (Çурçĕр çăлтăрĕ) журналта яваплă çыруçă пулса ĕçлет. 

Алексей Полугрудов амăшĕ енчен чăваш.

Комилле çырать. Ытларах кăмăллакан жанрĕ — калав. Калавĕсем Сыктывкарта тухса тăракан «Арт» тата «Войвыв кодзув» литература журналĕсенче кун çути курнă. Чăвашла куçарнă 3 хайлавĕ («Тĕтре», «Тĕлĕк», «Пĕрремĕш юр») «Ялав» журналăн 2005 çулхи пуш уйăхĕн номерĕнче пичетленнĕ. Россия шайĕпе ирттерекен Литература магистрĕ (Магистр литературы) конкурсăн Вак проза сыпăкĕн 2009 çулхи лауреачĕ. Ку ята автор Васькино счастье калавĕшĕн тивĕçнĕ.




#Article 51: ISO 639 (119 words)


ISO 639 — чĕлхесен кĕскетĕвне кăтартакан тĕнчени ISO стандарчĕ. 639 стандарт 2 списокран тăрать:

ISO 639-1 стандарчĕнче тĕп чĕлхесен 2 саспаллинчен тăракан кĕскетӳсем тăраççĕ, ISO 629-2 стандартĕнче ISO 639-1 кĕнĕ пĕтĕм чĕлхесем, тата çавăн пекех чĕлхенсен пӳплевĕсем. Тĕслĕхрен, ISO 639-1 франзуз чĕлхин кĕскетĕвĕ fr. ISO 639-2 стандартра вара вăл чĕлхе валли виçĕ кĕскетӳ пур: fre/fra — хальхи француз чĕлхи, frm — вăтам ĕмĕрхĕнчи француз чĕлхи, fro — авалхи француз чĕлхи.

Хăшпĕр чĕлхесен библиографи кочĕпе лексикографи кочĕсене кашни харпăр-хăй енче усă кураççĕ пулсан ISO 639-2 стандартра вĕсем валли икĕ кĕскетӳ кăтартнă. Пĕри библиографи кочĕ, тепри — лексикографи кочĕ. Ун пек чĕлхесен шучĕ 22.

ISO 639 стандарт çинче йĕркеленнĕ RFC 3066 стандарт чĕлхе кочĕсене Интернетра мĕлле усă курассине кăтартать.

Таблица языков:




#Article 52: Кстово (167 words)


Кстово, — Чулхула облаçĕнче вырнаçнă хула. Хулара Кстово районĕн администрацийĕ вырнаçнă. Атăлăн сылтăм çыранĕ хĕрринче, Чулхуларан 29 çухрăмра ларать.

Çак çĕрсенче пĕрремĕш пурăнан вырăна XIV ĕмĕрте туса лартнă. Ял ячĕ Кстоски (мăкш. кета - çĕр çырли) пулса тухать. XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Чулхула кнеçĕн ывăлĕ Даниил Борисович яла юнашар çĕрсемпе пĕрле Печора мăнастăрьне парнеленĕ. Малашни 150 çул хушши кунта пурăнакан халăх сунара çӳренĕ, пулă тытнă, тыр-пул çитĕнтернĕ.

XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнче ку вырăнсенче дачăсем йĕркеленĕ. Атăлтан аякра марри, хитре вырăнсем, вăрмансем çывăххи тата таса сывлăш хула çннисене илертнĕ.

XX ĕмĕрĕн 20 çулĕн пуçламăшĕнче Кстово Чулхула çумĕнчи пысăк ял-хуçалăх центрĕ пулса тăрать. 1929 çулта Кстово районне туса хураççĕ.

Пысăк улшăнусем 1950-мĕш çулĕсенче пулса иртеççĕ. Ку тапхăрта Новогорьковский нефть тăвакан, Новогорьковский асфальт тăвакан, йывăç тăвакан савутсене, ТЭЦа туса хунă. 1960 çулсен пуçламăшĕсенче Кстовора сĕт-çу, минвата япалисен, шинăсене юсаса паракан савутсене хута янă.

Промăçлăх вăйлă аталаннă май Кстовăна 1954 çулта ĕçтĕш паççулки ята панă. Ку вăхăтра кунта 20 пине яхăн çын пурăннă.

Ытти хуласемпе Кстовăна автомобиль, чукун çулĕсем çыхăнтараççĕ. Хулан пристань пур.




#Article 53: Финн чĕлхи (266 words)


Финн чĕлхи (финла - suomen kieli [суомен киели]) — финн-угор ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Финн сыпăкне тытăмлать. Финляндире швед чĕлхипе пĕрле патшалăх чĕлхи шутланать. Калаçакан хисепĕ - 5 млн яхăн. Финн чĕлхи нумай вырăнти калаçуран тăрать. Диалект хисепĕ вунна яхăн. Вĕсем икĕ тĕп пая пайланаççĕ: анăç тата тухăç калаçăвĕсем. 

Хальхи литература чĕлхи XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. Фонетика тĕлĕшĕнчен уçă сасă тĕрлĕлĕхĕпе тата тăтăшлăхĕпе палăрса тăрать: 8 монофтонг, 8 вăрăм монофтонг тата 16 дифтонг. Янравлă хупă сасăсем тĕпрен илсен ют чĕлхерен йышăннă лексикăра тĕл пулаççĕ. Сибилянтран [с] фонема кăна тĕл пулать. Пусăм пуçламăш сыпăка туртăнать. Грамматика енчен несĕл категорийĕ çуккине палăртмалла. Пĕтĕмпе 15 падеж. Подлежащипе определени килĕшĕвĕ аталаннă. Камăнлăх категорийĕ уйăраççĕ. Синтаксисĕ нимĕç-акăлчан чĕлхинни евĕр. Çав вăхăтрах хабио-глагол çуккипе палăрса тăрать. 

ISO 639 стандартĕнче ку чĕлхен кочĕсем: fi, fin.

Фине чĕлхипе Финляндире пурăнан çын (92 %), çаплах Швецире тата Норвегире пурăнаканнисем, АПШ, Эстони, Раççей (ытларах Ленинград облаçенче тата Карелире) территоринче пурăнан финнсем усă кураççĕ.

Финн чĕлхи Финлянди официаллă шутланать, çаплах ăна Швецири сахалрахăшăн чĕлхи вырăнне шутлаççĕ (виçеллĕ финн чĕлхи те, меянкиели те финсем вырнаçнă Турнедален облаçĕнче).

Раççей финнĕсен йышне хальхи Ленинград облаçне XVII ĕмĕрте куçса килнĕ ингерманландсем кĕреççĕ. Çаплах финсем Карелире пурăнаççĕ, унти вăтăр шкулта финн чĕлхине ютçĕр чĕлхи вырăнĕнче вĕренеççĕ. Карелире финн чĕлхине, карел тата вепс чĕлхисемпе пĕрле, наци чĕлхи шайне йышăннă. 2013 çултанпа финн чĕлхи раççей шкулĕсенче ютçĕр чĕлхи статусĕпе иккĕмĕш класранах вĕренме пулать.

Чăваш чĕлхипе çыхăнура пулман. Çавах вăл е ку пĕр пеклĕх пуррине асăнмалла. Тĕслĕхрен,

Чăваш чĕлхине тĕпченĕ тата хальхи вăхăтра тĕпчекен финн чĕлхеçисем: М. А. Кастрен, А. Альквист, Х. Паасонен, Ӳ. Вихманн, М. Рясянен, Г. И. Рамстедт, Й. Луутонен, А. Мойсио тата ыттисем




#Article 54: Чĕлхе (236 words)


Чĕлхе - халăхсем калаçакан этем ăс-тăнĕнче упранакан виçесем (сасă, морфема, сăмах, синтаксема) тата вĕсемпе усă курмалли йĕрке. Пуплев - чĕлхепе усă курни. Чĕлхепе пуплев - уйрăлми пĕтĕçсе ларнă иккĕ пĕрлĕх. 

Чĕлхепе пуплеве пĕр-пĕринчен XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче кăна уйăрма пуçланă. 

Ытти тĕрĕк чĕлхисенче чĕлхе - тел [тĕл]. Ку ĕлкĕ чăваш сăмахĕпе пĕр тымарлă.

Чĕлхе тĕсĕсем: этем чĕлхи (тĕслĕхрен, чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи), ятарласа шутласа кăларнă чĕлхе (тĕслĕхрен, эсперанто), компьютер чĕлхи (тĕслĕхрен, Паскаль) т. ыт.

 

Сăнаса пăхнă май, паянкуна тĕнчере пиллĕк — улттă пине яхăн чĕлхе. 40 чи анлă сарăлнă чĕлхесемпе Çĕр çинче пурăнакан иккĕ виççĕмĕш çын калаçать. Нумайрах китай, испани, хинди, акăлчан, вырăс, португал тата арап чĕлхисемпе усă кураççĕ. Франц чĕлхипе те чылай çын калаçать, анчах та ăна тăван чĕлхе вырăнне хуракансен шучĕ сахал.

Тĕпчевçĕсем кăтартнипе, хальхи чĕлхесен çур шучĕ XXI çĕрçуллăх варрине çитиччен çухалать. Çухалса пыракан чĕлхесен нумайăшĕ юнашар хăватлă чĕлхе хутшăнăвĕ пулнипе çĕтсе пырать, çавăнпа ĕнтĕ, пĕчĕк халăхсен тата патшалăхсăр халăх чĕлхисемшĕн паянхи коммуникаци лару-тăрăвĕ хăрушлă пулать. Чĕлхене ачасен 70 % пайĕ çеç вĕренет пулсан, вăл пĕтсе пыракан шутне кĕрет. ЮНЕСКО кăларнă «Тĕнчери пĕтсе пыракан чĕлхесен атласĕ» тĕпчев ĕçĕнче çакна палăртнă: паян Европăра 50 яхăн чĕлхене сӳнесси кĕтет.

Алăсен чĕлхи — хăлхасăр, чĕлхесĕр çынсем усă куран чĕлхи. Алăсене хуçкаласа тата мимикăпа палăртса калаçаççĕ.

Хăшпĕр çĕр-шывсенче (АПШ-па Канадăра) алă чĕлхисемпе (американ ASL алăсен чĕлхи) итлеме пултаракансем те усă кураççĕ. 1998 çулта çак курссенче 61 000 яхăн студент вĕреннĕ.
Юлашки çулсенче алă чĕлхисене çырмалли системăсем аталанса пыраççĕ.




#Article 55: Шупашкар районĕ (277 words)


Шупашкар районне — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район). 

Çурçĕр енчи чикки Мари Эл ресрубликипе юнашар иртет. Тухăç енче Сĕнтĕрвăрри районĕ, кăнтăрта Çĕрпӳпе Красноармейски районĕсем, анăç енче Муркаш районĕ юнашар вырнаçнă. Район çĕрĕн лаптăкĕ 1331,7 тăваткал çухрăмпа танлашать. Ку вăл республикăнри мĕнпур лаптăкран 7% ытла. Район администрацийĕ Шупашкартан 14 çухрăмра ларакан Кӳкеç хула евĕр паçулкăра вырнаçнă. Атăл района икĕ пая пайлать: çурçĕр тата кăнтăр енчине.

Шупашкар районĕ Чăваш платойĕ çинче выртать. Районта сăвек сăртсем нумай тĕл пулаççĕ, çĕр питне чылай çĕртре çырмасем çурса пĕтернĕ. Çырмасен тарăнăшĕ 20 метра çитет. Çĕр айăнчи пурлăхсем шутне торф (районта ăна 20 ытла вырăнта кăлараççĕ), керамзитпа кирпĕч тума юрăхлă тăм (Чантăр, Çĕнĕ Шупашкар, Хыркасси, Илпеш, Паçпак тата ытти вырăнсем), штукатурка, пӳрт хăпартма, силикат кирпĕчĕ тума юрăхлă хăйăр (Чантăр, Сархурăн) кĕреççĕ.

Шупашкар районĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлĕсем сивĕ те вăрăм, çăвĕсем ăшă, хăш чух шăрăх та пулаççĕ. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура -13°С танлашать, — утă уйăхĕнчи — 19°С. Районта юр-çумăр çителĕклĕ çăвать. Çулталăк хушшинче пурĕ 500 мм ытла нӳрĕк (ытларах енĕпе утă уйăхĕнче) ӳкет.

Районти чи пысăк юханшыв — Атăл. Çавăн пекех районта Ункă, Йăршу, Кĕнер юханшывĕсем юхаççĕ. Район тăприсене пахса тухас пулсан вĕсем ытларах кĕлленчĕклĕ, Атăл леш енче вара — ытларах енĕпе хăйăрлă, хăйăр йышши тата шурлахлă тăпрасем. 

Атăлăн леш енчи пайĕнче вăрмансем 67% лаптăка йышăнаççĕ, сылтăм енче вара — 30%. Атăлăн леш енчи вăрмансенче ытларах хырсем ӳсеççĕ. Аталăн сылтăм енче вара юман, вĕрене, çăка, ăвăс йывăçĕсем ытларах тĕл пулаççĕ.

Ял çыннисем 171 ялта пурăнаççĕ. Вĕсенче вăтамран 278 çын пурăнать.

Района 17 ял тăрăхĕ кĕрет:

Пысăк промăçлăх центрĕсене çывăх пулнăран районта ял хуçалăх вăйлă аталаннă. Районта çĕрулми, пахча-çимĕç, çырла, сĕт-çу, çăмарта тупăшласа илеççĕ. Районти çĕрсен ытларахăшне (76%) сухаланă.

 




#Article 56: Мари чĕлхи (160 words)


Мари чĕлхи — Финн-укăр чĕлхисем патне кĕрекен чĕлхе, финн сыпăкĕ. Марисен чĕлхи, Мари Эл республикинче вырăс чĕлхипе пĕрле официаллă чĕлхе шутланать. Марисем калаçаççĕ.

Мари чĕлхи виçĕ тĕп диалект çине пайланать — улăх, туçи тата тухăç калаçăвĕсем. Икĕ литература чĕлхи пур: улăх марипа туçи мари диалекчĕсем çинче никĕсленеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленсе кайнă. Асăннă литература чĕлхисене пĕрлештерес тĕлĕшпе темиçе проект та йĕркелесе пăхнă, пĕри те ăнăçман. Марипа чăваш чĕлхи хăй вăхăтĕнче, вăтам ĕмĕрсенче, тачă çыхăнура тăнă. Çав хутшăнуран паян кунчченех мари чĕлхинче нумай чăваш сăмахĕпе ытти чĕлхе единици сыхланса юлнă. М.Р. Федотов словарĕ тăрăх, ун пек лексема хисепĕ 1 200 яхăн. Чăваш чĕлхинче 200 патне мари сăмахĕ пур.

Мари чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕ сасă тĕлĕшĕнчен пăртак улшăнать: хаяр – аяр, сухан – шоган, уксах – окшак, çамрăк – самырык.

Чăваш чĕлхине мариран килнĕ сăмахсем урăхларах илтĕнеççĕ. Тĕслĕхрен: когыльо – кукăль, кутко – кăткă.

Мари чĕлхине чăвашларан уйрăм сăмахсем кăна мар, грамматика конструкцийĕсем те, вĕсен хушшинче аффикссем кĕнĕ.

Прототипĕ




#Article 57: Алексеев Владислав Алексеевич (113 words)


Алексеев Владислав Алексеевич, — публицист. 1999 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. Техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1979), пĕтĕм тĕнчери информатизаци академиĕн пайташ-корреспонденчĕ. Раççĕйĕн экологи академиĕн тĕп пайташĕ.

Шупашкарти пир-авăр комбиначĕнче, Шупашкарти трактор валли запас пайĕсем тăвакан заводра электрик пулса ĕçленĕ. Пĕтĕм союзри тĕпчекен, проект, констркутор тата технологи институчĕнче инженер-тĕпчевçĕ тата аслă ăслăлăх ĕçченĕ пулса ĕçленĕ. «Лада» коммерципе производство фирминче тĕп тиректăрĕн çумĕ, Раççей Федераци президент администрациĕнче эксперт-специалист вырăнĕнче пулнă. Çавăн пекех акционерсемпе укçа хуракансен прависен халăх комитечĕнче председателĕ, Патшалăх шучĕнче тăман пенси фончĕн филиалĕн пуçлăхĕ пулнă.

Владислав Алексеев Демократиллĕ Чăваш Ен юхăмăн председатель çумĕ, «Альтернатива» суйлакансен прависене хӳтелекен пĕрлешĕвне туса хуракан.

Владислав Алексеев 85 ăслăлăх ĕçĕсепе 26 изобретени авторĕ.

Владислав Алексеев вырăсла çырать. Унăн кĕнекисем:




#Article 58: Михайлов, Максим Дормидонтович (320 words)


Макси́м Дормидо́нтович Миха́йлов (1893 çулта çурла уйăхĕн 13-мĕшĕ (25-мӗшӗ) Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ) Кульцав ялĕ — 1971 çулхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускав) — вырăс совет юрăçи (бас-профундо), киноактёр. Вырăс православи чиркĕвĕн протодиаконĕ.

Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1937)

СССР халăх артисчĕ (1940). Пĕрремĕш степеньлĕ иккĕ Сталин парнин (1941, 1942) лауреачĕ.
Çавăн пекех ăна Ленин (1951) тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (1937) орденĕсемпе, медальсемпе чысланă.

Хăй аса илнĕ тăрăх Максим Михайлов малтан икĕ çул хăйĕн ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Кайран вара икĕ çухрăмра вырнаçнă Кушлавăш ялĕнчи земски шкулне çӳреме пуçланă. Çав шкулта вăл хорта аслисемпе пĕрле юрланă.

Константин Николаевич Поливанов вĕрентӳçĕ шкулта Максима итленĕ хыççăн ăна хăйĕнпе пĕрле Бетьки ялне илсе каять. Константин Поливанов каланă сăмахсене «Санăн, Максимка, питĕ сайра тĕл пулакан пултарулăх. Малалла вĕрен, хăвăн басна малалла аталантар та вара паллă юрăçă пулăн. Ӗнен мана, тусăм» тенине Максим яланах аса илнĕ.

Вунçичĕ çул тултарсассăн Максим Хусана çитет. Ӗçе шыраса нумай çӳреме тивнĕ, анчах пристаньре япала йăтакан ĕçне анчах тупнă. Кăшт каярах ăна Сăпас мăнастăрь хорне йышăнаççĕ. Çав вăхăтрах вăл ирĕклĕ пастор урокĕсене итлеме çӳренĕ.

Пĕрремĕш вокал урокĕсене Максим Хусанти кĕвĕ училищири Ф. А. Ошустович професортан илнĕ. Çак професорпа паллашсан тепĕртакран Хусанти пĕр хаçатра «Многообещающий бас Михайлов» (1913) статья пичетленсе тухать. Ку Максимăн халăх хушшинче юрлани çинчен пĕрремĕш рецензи пулнă. Статьяна çыраканне Максим басĕ питĕ тĕлентернĕ. Максим ун чухне икĕ ари юрланă. Пĕри «Садко» оперăри Гендельпе Варяг хăнин ораторийĕ, тепри — «Соловьем залетным» юрри пулнă.

Пастор курсĕсене пĕтернĕ хыççăн Максим Михайлов малтан дьякон, кайран вара продьякон пулса Ӗпхӳре, Омскра тата Хусанта (Воскреснăй чиркĕвĕ) ĕçленĕ. 1924 çултанпа вара Мускаври Василий Кессарийский храмĕнче продьякон пулса ĕçленĕ. 

Вăрçă вăхăтĕнче Максим Михайлов ытти юрăçăсем пекех фронта çитсе юрланă, аманнисен чун кăмăлне хăпартнă.

Максим Михайлов нумай çĕре хăйĕн концерчĕсемпе кайса килнĕ. Шупашкарта та, хăй çуралнă ялĕнче те нумай пулнă, хайĕн юррипе савăнтарнă.

Ленин орденӗ(1951)

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденӗ (1937)

Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1937)

СССР халăх артисчĕ (1940)

Пĕрремĕш степеньлĕ Сталин премийӗ (1941, 1942).




#Article 59: Швед чĕлхи (133 words)


Швед чĕлхи (svenska) — çурçĕр герман ушкăнне кĕрекен чĕлхе. Швецире тата Финляндире патшаллăх чĕлхи шутланать. Швед чĕлхине Швед Академийĕ () йĕркелесе пырать.

Швед чĕлхи патне çывăххисем: дани тата норвеги чĕлхисем. Çăванпа та датчансем тата норвежецсем шведсене, чĕлхесем пĕр пекрех пулнипе, пĕр-пĕрне лайăх ăнланаççĕ. Исланди тата фарер чĕлхисем татах çӳрçĕр герман чĕлхисен группăна кереççĕ, анчах та пĕчĕкенех аякрах швед челхирен вырнăçнă.

Чĕлхе кочĕ - sv е swe, sve (ISO 639 тăрăх). Чĕлхепе 9 млн. патнелле çын калаçать.

Швед чĕлхи 29 саспаллинчен тăрать.
a b c d e f g h i j k l m n o p q r s t u v w x y z å ä ö

W саспаллине хăй тĕллĕн усă курмаççĕ, вăл V пек шутланать. Ăна çын ячĕсене тата урăх чĕлхерен илнĕ сăмахсене çырнă чухне кăна усă кураççĕ.




#Article 60: Тани Юн (242 words)


Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская, хĕр чухнехи хушамачĕ - Бурашникова, 1903, кăрлач, 28, Чурпай ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Республикин Етĕрне районĕ) — 1977, юпа, 6, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи тата тăлмачĕ,  чăваш театрĕпе кино актриси, чăваш халăх культурин паллă ĕçченĕ.

ССРП ÇП пайташĕ (1957).

Тани Юн Етĕрне районĕнчи Чурпай ялĕнче 1903 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче çуралнă.

Революциччен вăл Пĕрçырлан пуçламăш шкулĕнче, кайран Мăн Сĕнтĕрти иккĕ класлă шкулта вĕреннĕ. Етĕрнере иккĕмĕш ступеньлĕ шкултан вĕренсе тухсан 1921 çулта Мăн Сĕнтĕрти иккĕ класслă, В. И. Ленин ячĕллĕ Мускаври çарпа спорт шкулĕсенче пĕлӳ илнĕ. 1922 çулта ăна физкультура инструкторĕ пулма Шупашкара яраççĕ. Кунта вăл тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă.

Вăрçă хыççăн Мускаври А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан киностудире режиссер ассистенчĕ пулса ĕçленĕ.

Кĕлеткипе хитре пулнăран, тата выляма та лайăх вылянă пирки вăл «Чăвашкино» студи ӳкернĕ нумайăш чăваш фильмĕсенче ӳкерĕннĕ. Пĕрремĕш картини Волжские бунтари ятлă пулнă. Кунта вăл пĕчĕк роле кана вылянă: çĕтсе кайнă ачана шыракан амăшне. Ăна вăл питĕ лайăх вылянă. Ытти кинолентăсенче вăл ытларах енĕпе тĕп рольсене вылянă.

Тани Юн вылянă фильмсем:

Сцена ĕçĕсĕр пуçне актриса литература енчен те пултаруллă. Чăваш Ен архивĕнче ун пьессисем, куçарăвĕсем вырнаçнă. Вăл Островскин Бешенные деньги, И. Поповăн «Семья» пьессисене, Т. Семушкинăн «Алитет уходит в горы», Н. Шундикăн «На севере дальнем» романсене , Драйзерăн калавсене тата ыттисене куçарнă.

Максимов-Кошкинский чăваш драма театр никĕслевçипе пĕрле «Эх, Иван», «Чĕрĕ хушнипе», *Эх, Йăван!, «Подлость» çырнă. 1972 çулта хăй асаилĕвĕсене çырса хунă: «Иртнĕ кунсем-çулсем».
Тани Юн И. Максимов-Кошкинскипе пĕрле çырнă пьесăсем:




#Article 61: Ийе (114 words)


Ийĕ — йышлă ушкăнлă ырă. Вăл тахçан Киреметпе Йĕрĕх пекех çӳлти турăсемпе пĕрле çӳренĕ. Кайран вĕсене Турă çĕр çине пăрахнă та, ка ăçта лекнĕ çăвăнта вырнаçса пĕтнĕ. 

Ийĕсен вырăнĕ — сакай, урай, пусма ай. Ийĕсем килпе картишĕнче (мунчара, витере, пахчара) анчах мар, уйра, вăрманта, шывра, шурлăхра — мĕнпер ура айĕнчи тĕнчере пурăнаççĕ. Ийĕсем питĕ тĕрлĕ: Арман ийи, Çул ийи, Мул ийи, Нӳхреп ийи, Çăл ийи, тата ыттисем. Вĕсем путе кăштах парне кĕтеççĕ, хăйсене манмасăр хисепление юратаççĕ. Çиллентерсен, шăнтсан, итлемесен, тирпей-тасалăха пăссан чир-чĕр яма пултараççĕ. Вара «ийĕ тытнă», «ийĕ чăмланă» теççĕ. Урай таврашĕнчи ийĕ пĕчĕк ача-пăчана час-часах «тытать». «Ачана ийĕ улăштарса кайнă», — теççĕ вара.

Ийĕсене чӳк туман. Вĕсен чир-чĕртен сыхланма, им-юмçă каланисене пурнăçлама хушнă.




#Article 62: Йĕрĕх (119 words)


Йĕрĕх, — çынна, уйрăмах арăмĕпе упăшкине, пулăшакан ырă вăй. Йĕрĕх кунтăкне кĕркунне ылмаштарнă. Ахаль чухне ача-пăчан е ют çынсен ăна тивме юраман. Чӳклемесен е хисеп тумасан Йĕрĕх «тытма», чир-чĕр яма пултарать тенĕ. Вăл тавлашнине, харкашнине, итлеменнине, пĕр-пĕрне усал каланине юратман. Ăна чăваш килĕшӳпе çураçу ырри тесе упранă, çынсем Вăйкилли пуçĕ е юмăç хушнисене итленĕ.

Йерĕх вырăнĕ — çын çут çанталăкпа, несĕл пуçĕсемпе, Турă хăвачĕсемпе телей, канăç, сывлăх ыйтса калаçмалли вырăн. Вăя вырăн таса кĕлетре, уйрăм çуртра, пӳлĕмре пулма пултарать. Йĕрĕх кĕтесĕ кашни килтех пулнă. Аслă Йĕрĕх вырăнĕ — Вăйкилли — ăратнен пĕрре кăна. Пĕтĕм тăвансем унта пĕрле те, уйрйммăн та пырса çӳренĕ; ютсене вăл вырăна кăтартма юраман. Кам патĕнче упраннине кура Иĕрĕх вырăнĕсене ят панă: Уртемей йĕрĕхĕ, Ялюшки йĕрĕхĕ.




#Article 63: Тӳркилли (180 words)


Тӳркилли — ял-йыш е çĕр пĕрлĕхĕ турăсемпе ырăсене асăнса, пуççапса, апат-çимĕç хывса тăмалпи çывăхри (урам е çул-çырма патĕнчи) ятарлă вырăн. Вăл уйрăм çуртра, пĕр-пĕр уйрăм ларакан хуралтăра, йывăç айĕнче, пĕр-пĕр паллă шырлан-тăвайккире, çул тăваткăлĕнче пулнă. В.К.Магницкий туркиллине «дом судьи» тесе каланă. XIX—XX ĕмĕрсенче тӳркилли пĕлтерĕшне чылай пăтратса янă, хăйне тĕллĕн хăват е Вăйкилли вырăнне хунă. Апла пулсан та унăн тĕп пĕлтерĕшĕ — ырăсене тата вилнĕ ваттисене пĕр-пĕр сăлтавпа çула май асăнмалли вырăн.

Тӳркиллисен кашнин хăйĕн пайрăм ячĕ пур. Ячĕ хăш вырăнта ларнинчен, хăш хăвата мала кăларса асăннинчен е тата ăна пăхса тăраканĕн ятĕнчен килнĕ.

Христос тĕнне йышăнсан тӳркиллисем вырăнне часанисем (часовнъăсем) лартма пуçланă.

Пысăк тӳркиллисен ячĕсем таврипех паллă пулнă. Вĕсем, Кĕçĕн киреметсем пекех, йĕрĕхле-пуканеллĕ пулма пултарнă. Ун пек чухне туркиллине тӳрлетме пысăк парнесемех (вăл шутра чĕрĕ автансем, хурсем, кăвакалсем, путексем) панă. Унта пырса янă выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кешĕке çынсем тивмен. Вĕсем яла пырса кĕрсен хăваласа яман, ыттисемпе пĕрлех усранă.

Тӳркилли, киремет пекех, таса вырăн. Ана варалама, çĕмĕрме чарнă. Унта усал калаçма, кăшкăрашма, вăрçма, çилленнине палăртма юраман.

Тӳркиллинче ырăсемпе шурăсенчен, несĕл ваттисенчен ăнăçу ыйтнă.

Туркиллин ятарлă хуралçи пулман. Ăна ял мăчаварĕ пăхса тăнă.




#Article 64: Патăрьел районĕ (193 words)


Патăрьел районĕ, — Чăваш Енĕн кăнтăр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 944 км2 танлашать. Район администрациĕ.

Патăрьел районĕн вырăнĕ сăртлă тӳремлĕхсенчен тăрать. Шупашкартан 138 çухрăмра ларакан Патăрьел ялĕнче вырнаçнă.

Патӑрьел районӗ 1927 ҫулта Авӑнӑн 5-мӗшӗнче никӗсленӗ. 1939-1958 ҫулсем хушшинче Чкалов районӗ ятлӑччӗ.

Чĕрчунсенчен кунта тыркас, арлан, çĕр мулкачĕ, мулкач, тилĕ, кашкăр, сăвăр тупăнать. Çавăн пекех вăрмансенче пакша, çӳлевĕç, хăнтăр, пурăш, сăсар, шашкă тата ытти тĕрлĕ чĕрчунсем пур. Пăла хĕрринче, Тутар Тимешĕ ялĕ çумĕнче сăвăрсене сыхлакан Сăрçум çутçанталăк усравĕн пайçĕрĕ вырнаçнă. 

Вăрмансенче çак тĕрлĕ йывăçсем ӳсеççĕ: хурăнсемпе, ăвăссемпе, чăрăшсемпе тата çăкасемпе хутăш хырлăхсем; юманлăхсем; юмансемпе вĕренесемпе хутăш çăкалăхсем, хурăнсемпе хутăш ăвăслăхсем. Чи пахалăххисем — хырлăхсем.
Республика шутĕнчи Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен хушшине çаксем кĕреççĕ: Каенсар, 1883 çулхи хырăн культури, Ульяновка хыр вăрманĕсем..

Чи пысăк юханшыв — Пăла. Ун юпписем - Ыхра Çырми, Хир Çырми, Шлипшур, Тимĕрлĕ тата ытти те. Хырла Патăръел районĕнче пуçланать. Ун юпписем: Шăнкăртам, Пӳле. Люля тата Упамса юханшывĕсем районăн хĕвеланăç пайĕнчи вăрмансенче пуçланаççĕ.

Ятарлă сыхлакан çутçанталăк лаптăкĕсен йышне Çирĕклĕ тата Участка кӳллисем кĕреççĕ.
Çĕр айĕнчи шывсем нумайрах чухне тăварлă пирки ĕçме юрăхсăр .

Районта пĕтĕмпе 57 ял. Вĕсенче вăтамран 800 çын пурăнать.

Патăрьел районĕнче 13 чиркӳ, 11 часавай тата 16 мечĕт пур.




#Article 65: Арçуpи (134 words)


Арçури, — усал-тĕсĕл. Ытларах вăрмансенче тĕл пулать.

Арçури халапсенче тĕрлĕ ятлă — Упăте, Маймăл е вирьялсем патĕнче — Опăçан, Укăте, Екĕте. Арçурине ытларах чухне упăте сăнарлă кăтартнă. Кунта «арçури» сăмах пĕлтерĕшне каласа хăвармалла. Халиччен çырнисенче ăна çурма арçын пек ăнлантарнă. Ку тĕрĕс мар. Арçурри хăй çине ал хурса, е усал вилĕмпе вилнĕ çын  е чĕчĕ ĕмсе çитермен ача чунĕ вырăн тупаймасăр çапкаланса çӳресен пулать. Çавăнпа кунта «чун» сăмах тĕп вырăнта. Авалхи тĕрĕк чĕлхинче «сюри» сăмах «чун» тенине пелтерет. «Ар» вара — «çын»,«арçын» тени. Эппин, арçурри — «çын чунĕ» пĕлтерĕшлĕ ăнлав.

Çынна курсан «Каття пар!» тесе ыйтать. Çул çинче курсассăн тӳрех «Тăва кай!» тесе каламалла. Çырмара е юханшывра курсан вара хăвна хирĕç çул каламалла — «Юхнă тăрăх кай!», е «Юханшыва хирĕç кай!». Вара çынран тăрса юлать тесе ĕненнĕ чăвашсем.

Çурри ар тесе хĕрачасана та калаççĕ.




#Article 66: Вирьялсем (326 words)


Вирьялсем — тури чăвашсем, чăваш халăхĕн субэтносĕ[çăлкуç ăçтан?]. Чăваш халăхĕн несĕлĕсем — пăлхар тата сăвар йăхĕсем[çăлкуç ăçтан?] — монголсем[чăнах-и?] тĕксе пынипе Атăл тăрăх тăвалла-анăçалла куçса пынă.  

Хăшпĕр тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, вирьялсем чăвашланнă туçи марисем пулаççĕ.

Вирьялсене çаплах тури (ту енчи) теççĕ. Çак ят пулса тухнине çапла ăнлантарма пулать. Монголсем тапăнса киличчен чăвашсен иккĕ тĕп этнотерритори массивĕ пулнă, анчах та ун чухне вĕсем Атăл юхнă тăрăхĕпе мар, сулахай тата сылтăм енĕпе вырнаçнипе,  «тури» тата «хирти» е «чулман атăл» ушкăнĕсене уйрăлса тăнă. XVIII ĕмĕрти П. С. Палласăн академи экспедицинче чăвашсен çак иккĕ ушкăнне палартнă ĕнтĕ.

Вирьял диалекчĕ, — чăваш чĕлхин тури калаçăвĕ. Хальхи Чăваш Енĕн Шупашкар, Муркаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Красноармейски (Трак), Çĕмĕрле, Вăрнар çĕрĕсенче пурăнан чăваш халăхĕн субэтносне пĕрлештерет.

Тĕп уйрăмлăхĕсем: фонетика енчен - [о] сасăпа усă курни (анатри диалектра çук), пусăм йĕрки сăмахра тĕл пулакан [ă, ĕ] вăйсăр уçă сасăпа килĕшсе тăни; морфологи енчен - нумайлăха  -сам/-сем аффикспа палăртни; пару падежне -йа/-йе формантпа пĕлтерни; синтаксис тĕлĕшĕнчен - аналитика конструкцийĕ вăйлăрах аталанни. 

Вирьял тени тура пурăнакан халăх çĕр-шывĕ тенине пĕлтерет. Вир сăмах паян кун чăваш чĕлхинче ирĕклĕ сăмах мар, архаика сăмахĕ шутланать. Унăн йĕрне çӳç вирелле тăрать фразеологизмра курма пулать: вирелле - эппин çӳлелле.

Вирьял диалекчĕ ватă çырулăх чĕлхи шутланнă (XVII — 1870). И.Я. Яковлев çутлăхçăн малтанхи шухăшĕпе килĕшӳллĕн вирьял диалекчĕн те литература чĕлхи шайĕнчех аталанмалла пулнă.

Чăваш чĕлхин ытти диалекчĕсем: анатри, мал ен е анат енчи (ку таранччен хутăш калаçу тесе хакланă). Чăваш диалекчĕсем пĕр-пĕрне çывăх тăраççĕ. Пур тăрăхра пурăнакан чăваш та пĕр-пĕринпе çăмăллăнах хутшăнма пултарать.

Чăваш чĕлхин вирьял диалекчĕпе пуплекен чăвашсем пурăнакан вырăнсенче мари топонимики сыхланса юлнă.

Вырăс çул çыравĕсенче вирьялсене  туçи марисемпе пĕрле «черемиса горняя»/туçи çармăс тесе çырнă. 

Тĕпчевçĕсен пĕр ушкăнĕн версипе (Н. И. Гаген-Tорн тата ур.), хĕрарăм кĕпин пĕркевĕ вирьял чăвашĕсен те, туçи марисен те, пĕр пекех темелле.

Çăпатана вирьялсемпе туçи марисем пĕр пек тунă, анатрисемпе анат енчисем урăхларах тунă. Вирьялсем вăрăм хура пустав тăлана хулăммăн (финн-укăрсем евĕрех) сырнă пулнă (Анат енчисем хура е шурă тăлапа çӳренĕ, анатрисем вара - шурă тăлапа кăна).




#Article 67: Вĕреçĕлен (101 words)


Вĕреçĕлен, — усал-тĕсĕл. Чăвашсем вĕреçĕлене качча тухман хĕрсем хăйсен ачисене вĕлернĕ хыççăн çав ачисем пулса тăраççĕ имĕш. Вут-хĕлхем тăкаççĕ. Çав пăрахнă ачасем вунçичĕ-вунсакăр çула çитнĕ хыççăн вара хăй амăшĕсем патне ереççĕ. Ерсе лешĕсене виличчен хĕн кăтартаççĕ. Çав вилнĕ ачасен хăй амăшĕсем Çĕр çинче пурăнни вĕсен чунĕсене лăплантapаймасть тет. Вĕреçĕлентен хăтăлас тесен вĕсене вутлă кĕлпе сапма сĕннĕ. Чи лайăхи вара киле сысна илсе кĕртмелле. Вара сысна вĕреçĕлене туйсан тӳрех касма пуçланă пек çуйăхма пуçлать. Виçĕ хут сыснана курсассăн вара вĕреçĕлен урăх ĕмĕрте те пымасть.

Халапсенче çавăн пекех пит нумай çынсем вĕреçĕлене курнине, вĕсем хăй тумтирне улăштарса çынсем патне кĕрсе кайнисене тупма пулать.




#Article 68: Вупăр (122 words)


Вупăр, — усал-тĕсĕл. Нумай халапсенче вăл уйăха, хĕвеле çиет. Кунпа хĕвеле уйăх хуплани (хĕвел тĕттĕмленни), уйăх катăлнине ăнлантарнă.

Вупăр çынсене пусать теççĕ. Вупăр пуснă чухне çывăракан çын ни хускалма, ни сăмах калама пултараймасть. Вупăр, чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, ватăлса-йӳтесе кайнă карчăксенчен пулать. Вĕсем халапсем тăрăх кашни каç çынсене пусаççĕ, пусмасан хăйсем вăйлă чирлеççĕ. Вупăр урăх ан килтĕр тесен чăвашсем хăйсене Вупăр пусни çинчен чĕрчуна каласа памалла пулнă. Пăшал па та пеме сĕннĕ.

Сасартăк вăрансан вупăр тарать. Вара пӳртре ют хура кушака, е урăх япалана тупсан ăна пăсмалла пулнă, кушака мĕнле те пулин сиен тумалла пулнă. Çав сиенсем вара вупăра çăврăннă çын çинче кайран тухнă. Тĕслĕхрен, кушак урине хуçсан выпăр çыннин ури хуçăлнă.

Ку сăнар ытти халăх мифологиĕсенче тĕл пулакан Упырьпе пĕр тан шутланать.




#Article 69: Ильин Иван Николаевич (101 words)


Ильин Иван Николаевич (1930 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ, Сăкăт ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР, СССР — ) — чăваш сăвăçĕ, прозăçи, публицисчĕ. 

Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Раççей Федерациĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи.

ЧÇП пайташĕ (1998 ç.). Пĕтĕм тĕнчери батали тата марини çыравçисен ассоциацин пайташĕ.

Пĕтĕм хăй пурнăçне хăйĕн тăван ялĕнчи шкулне панă. Вĕрентӳçĕ, шкул директорĕн çумĕ, директор вырăнĕсенче ĕçленĕ.

Патăръел районĕнчи Сăкăт ял канашăвĕн хăлăх депутачĕ пулса тăрăшнă.

Унăн нумай ĕçĕсем, пултаруллă сăввисем, очерксем чăвашла тухакан хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ.

Çавăн пекех грамотăсемпе, паллăсемпе, значоксемпе палăртăннă. Хастар ĕçсемшĕн унăн ятне ССКП РК тата ССКП обкомĕн хисеп кĕнекисене çырнă. 1974 çулта соцăмăртура çĕнтернĕ.




#Article 70: Коканд (120 words)


Коканд (узбек. Qo'qon) — Узбекистанăн хевел тухăç енчи хула, Фергана айлăмĕн кăнтăр-хĕвеланăç енĕнче вырнаçнă. Çын шучĕ 180 пинпе танлашать. Хула Ферган вилоятне кĕрет.

Коканд Ташкентран, Узбекистанăн тĕп хулинчен, 228 çухрăмра ларать. Андижана çити 115 çухрăм каймалла, Ферган хуличен — 88 çухрăм.

Коканд X ĕмĕртен пуçласа, вăл вăхăтра Кавакенд ятлă паллă пулнă. Хула Индипе Китай хушшинчи караван çулĕ çинче ларнă пулнă. XII ĕмĕрте хулана монголсем аркатса хăварнă.

Хальхи хула 1732 çулта Эски-Курган авалхи крепость вырăнĕнче хӳтлĕх пек никĕсленĕ. Ку вырăнта туса лартнă Коканд ханстви пĕтĕм Ферган айлăмне çĕнтерсе илнĕ. 1820 çулсенче вара Коканд ханствин çĕрĕсем чи анлă сарăлнă. Ку вăхăтра Кăнтăр Казахстан тата Киргизи çĕрĕсене çĕнтерсе илнĕ. Коканд ку вăхăтра Фергана регионĕн тĕнĕн тĕп вырăне пулнă. Хулара 300 мечет ытла пулнă.




#Article 71: Сипет Василий (113 words)


Сипет Василий (чăн ячĕ Тихомиров Василий Николаевич), — прозаик, драматург. Муркаш районĕнчи Хорнуй ялĕнче 1940 çулхи пуш уйăхĕн 3 çуралнă. 2001 çултанпа Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тăрать. «Ӗç ветеранĕ» медальне тивĕçлĕ пулнă.

ВЛКСМăн Чăваш обкомăн иструкторĕ, Чăваш Енĕн Минкомхозăн РЖУра аслă инспектор вырăнĕсенче ĕçленĕ. Кайран вара шупашкарти А. Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕн директорĕ, Шупашкарти каç енĕпе вĕрентекен 7-мĕш шкул вĕрентекенĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Унăн литература ĕçĕ 1958 çулта пĕчĕк калавсенчен пуçланнă. 1990 çулсенче вăл хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Ку вăхăтра унăн питĕ нумай калавĕсем тĕрлĕ журналсенче тата хаçатсенче пичĕтленнĕ. Çавăн пекех вăл ку вăхăтрах «Лачака» повесьне, «Зайка тата Зорька» романне çырнă.

Унăн «Аслатиллĕ ир» пьесине Чăваш Драма театрĕнче лартнă.

Сипет Василий темиçе ăслăлăх статьисен авторĕ.




#Article 72: Сувар (хаçат) (143 words)


Сувар — Тутарстанра тухакан чăваш хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ 1993 çулхи çурла уйăхĕнче тухнă.

Тĕп редакторĕ — Малышев Константин Анатольевич.

Редакцийĕ Хусан хулинче вырнаçнă.

Хаçатăн 2-мĕш редакторĕ Николай Михайлович Сорокин (Тутарстан Республикин Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕ), виççĕмĕшĕ - Александр Кириллович Иванов (Чăваш Республикин Вăрнар районĕнчи, Хирпуç ялĕ) пулнă.

Хальхи тĕп редактор - Константин Анатольевич Малышев ТР, Пăва районĕнчи Пӳркел ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тĕп редактор çумĕ — Вера Валерьевна Александрова, Тутарстан Республикин Аксу районĕнчи Кивĕ Этемшÿ ялĕнчен.

Сувар хаçата Тутарстанри кашни çыхăну уйрăмĕнче çырăнса илме пулать, çулталăклăх çырăну хакĕ Тутарстанра - 396 тенкĕ (2009).Çырăну индексĕ: 54156. Çавăн пекех 2009 çултан кӳршĕллĕ регионсенче пурăнакансем те, Камчаткăпа Калининградра пурăнакнасем те хаçата хăйсен патĕнчи почтăра МАП каталогĕпе çырăнма пултараççĕ. Тулашри çырăну индексĕ: 79273. Ку чухне хаçат хакĕ çур çула 300 тенке яхăн пулать, этем хăш регионта пурăннине кура.

Редакци адресĕ: 

Телефон/факс: (843)518-33-75,

журналистсем: (843)292-36-46

янрав уйрăмĕ: (843)294–62–95




#Article 73: Мусăк (132 words)


Кĕвĕ, — сасăсем йĕркелекен пултарулăх.

Кельтика

Опера | Симфони | Камера кĕвви

Вокал кĕвви | Инструментлă кĕвĕ

Свинг | Боп | Прохладный джаз | Модальный джаз | Джаз-авангард | Соул | Фанки | Фри-джаз | Фьюжен

Рокабилли | Неорокабилли | Хиллбилли

Альтернативлă рок | Арт-рок | Дезерт-рок | Детройт-рок | Диалект-рок | Гараж-рок | Глиттер-рок | Глэм-рок | Джэм-бэнд | Джэнгл-поп | Инструментлă-рок | Испани-рокĕ | Каунтри-рок | Мат-рок | Паб-рок | Пауер-поп | Пост-рок | Прогрессивлă рок | Психоделиклĕ рок | Саузерн-рок | Сёрф | Симфоник-рок | Софт-рок | Хард-рок | Хартлэнд-рок

Анархо-панк | Анти-фолк | Дэт-панк | Краст-панк | Ню-вэйв | Ноу-вэйв | Ой | Поп-панк | Пост-панк | Психобилли | Ска | Харор-панк | Гранж | Готик-рок | Хардкор (Hardcore) | Мош (Mosh) | Мэткор (Mathcore) | Эмо (Emo)




#Article 74: Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ (103 words)


Пĕтĕм тĕнчери çыру кунĕ, — 1874 çултанпа уявлакан почта ĕçченĕсен кунĕ. Юпа уйăхĕн 9 уявланать.

Ку кун Швейцари хулинче 22 патшалăх элчисем Берн килĕшĕвне алă пусса йышăннă, Тĕп почта пĕрлешĕвне туса хунă. 1878 çулта пĕрлешĕв ячĕ улмашăннă, «Пĕтĕм тĕнчери почта пĕрлешĕвĕ» ятлă пулса тăнă. Хальхи вăхăтра ку пĕрлешĕвре 189 патшалăх кĕрет.

Çак кун почта ĕçченĕсем «Çыру эрни» иртереççĕ. Ку эрнере çынсене çырусем çырма сĕнеççĕ. Ку эрнере çырнă çырусене пурне те ятарлă штампельпе палăртаççĕ. Вăл конвертсем вара кайран филателист пухăвĕсене тултарма пултараççĕ.

Çавăн пекех нумайĕш почта уйрăмĕнче ку кун почта маркисен, открыткăсен тата ытти филатели япалисем сутас шучĕ ӳсет. Почта уйрăмĕсем вĕсен ассортиментне пысăклатаççĕ.




#Article 75: Сĕнтĕрвăрри районĕ (138 words)


Сĕнтĕрвăрри районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Ен çурçĕр енче вырнаçнă. 1927 çулхи авăнăн 5 туса хунă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç чикки Атăл юханшывĕ тăрăх иртет. Хĕвеланăç енче Шупашкарпа Çĕрпӳ районĕсемпе, кăнтăр енче Куславкка районĕпе юнашар вырнаçнă. Хĕвеланăçпа хĕвелтухăç енелле 27 çухрăма, çурçĕртен кăнтăралла 36 çухрăма сарăлнă. Лаптăкĕ 686,1 км2 танлашать. Район пуçлăхĕсем Шупашкартан 36 çухрăмра ларакан Сĕнтĕрвăрри хулинче вырнаçнă.

Ытларах пайĕпе чăвашсем (79,4%) пурăнаççĕ. 

Района юханшыв тата автомобиль транспортчĕсем аталаннă. Автомобиль çулĕсен тăршшĕ 129 çухрăмпа танлашать. Юханшыв çулĕсем — 45 çухрăм. 

Атăл çинче Сĕнтĕрвăрри пристанĕ вырнаçнă. Ун урлă строительство тата ытти таварсене туртараççĕ. Çыранĕсем çинче ни епле те сооружени туса хуман, тултарас-пушатас ĕçсене хăй тĕллĕн пулнă çыран çинчех иртереççĕ.

Автомобиль транспорчĕ çинче пĕтĕм калăпăшран тавар туртарăвĕсен калăпăшĕ 47%, пассажир туртарăвĕсен калăпăшĕ 87% çитет. Автомобиль транспорчĕ çине районти туртарас ĕçсен ытларах пайĕ килет.




#Article 76: Христофоров Иван Иванович (120 words)


Христофоров Иван Иванович, (22.3.1935 — 24.5.2018, Çĕнĕ Пăва ялĕ, Елчĕк районĕ, Чăваш АССР) — чăваш юрăçи.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1975), Чăваш Енĕн чăваш халăх артисчĕ (1992).

Вырăсла тата чăвашла юрлать. Чăваш Енсĕр пуçне ытти çĕршывра та юрланă.

Мариупольте вырнаçнă мусăк училищинче вĕреннĕ, анчах та вĕренсе пĕтермен. Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕнче, Чăваш патшалăх филармониĕн Çавал ансамблĕнче, Чăваш радиовĕпе телекурав хорĕнче (1992) юрланă.

Икĕ хĕрпе пĕр ывăла çуратса ӳстернĕ. Иккĕмĕш мăшăрĕ — Юлия Михайловна. Ывăлĕ, Ваня, иккĕмĕш мăшăрĕнчен.

Çĕнĕ Пăвара 2018-мĕш çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче вилнĕ.

Унăн репертуарĕнче 350 юрă ытла. Сăввисене Валентин Урташ, Юрий Сементер, Раиса Сарпи сăвăçсем çырнă, кĕввисене — Герман Лебедев, Орлов-Шуçăм, Филипп Лукин, Юрий Кудаков. Хăй те кĕвелет.

Юрăç купăс, баян, гитарăпа балалайка çинче вылять.




#Article 77: Mozilla Firefox (172 words)


Mozilla Firefox — уçă кодпа тӳлемесĕр ĕçлекен Mozilla Corporationпа тĕрлĕ çынсем тунă веб-браузер. Gecko (Mozilla проекчĕ) ядро çинче ĕçлеть. Малтан çавăн пекех Phoenix тата Firebird пек паллă пулнă. Ку браузер версиĕсем Windows, Mac OS X, Linux, OS/2, FreeBSD, Solaris тата ытти операци системисем валли пур.

Firefox'а çырнă çухне W3C стандарта килĕшӳллĕн çырнă. Çавăнпа та хăш-пĕр сайтсем тĕрĕс мар курăнма пултараççĕ. Вĕсем шутне Internet Explorer браузер валли ятарлă çырнă сайтсем кĕреççĕ. Вĕсене çырнă çухне W3C стандарта пăханмасăр çырнă пирки ку пулать. Халĕ ун пек сайтсен шучĕ пĕчĕкленет.

Mozilla браузера веб валли çырнă приложениĕсем кĕреççĕ пулсан, Firefox — браузер кăна. Анчах та ку браузера эсир хăвсамăра кирлĕ пек улăштарма, кирлĕ модульсене хушма пултаратăр. Пĕчĕк те кирлĕ мар модульсем çукипе ку браузер хăвăр ĕçлет, сахал вырăн йышăнать, ăна çăмăлрах усă курма.

Браузерăн çак уйрăмлăхĕсене палăртмалла: вкладкăсене усă курни, сиксе тухакан чӳречесене хупасси, хăрушлăхшăн тĕплĕн шутласси, хăйĕн питне улăштарма пултарасси, плагинсене усă курма пултарасси, веб-разработчиксем валли ланăх ĕç хатĕрĕсене парасси.

Енчен те эсир Mozilla Firefoxпа усă куратăр пулсан хăвăрăн страници çине  шаблонпа лартма пултаратăр.

Firefox .




#Article 78: Кĕçĕн Таяпа (111 words)


Кĕçĕн Таяпа, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял. Елчĕкрен 12 çухрăра вырнаçнă. Пурĕ ялта 319 кил.

Ялта Кĕсĕн Таяпа ял администрациĕ вырнаçнă.

В.Д.Дмитриев чăваш ăсчахĕсем шухăшĕпе, Кĕçĕн Таяпа, Мăн Таяпа пекех, XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Кунта вăл вăхăтра Сĕве уесĕнчи Князь-Аклычевск сотньăран тарса килнĕ. Дмитриев «Хусан кĕпернин ведомăçĕсем» (1856 çулхи №38,39) хаçатра С. Мельников пичетленĕ материал каласа парать. Ваттисем асилнипе, Кĕçĕн Таяпа Мăн Таяпаран уйрăлса тухнă.

Халапсем тăрăх Ураскилт çарпуçĕ Хусана илнĕ чухне (1552) хăйĕн хастарлăхне кăтартнă. Çавăншăн ăна IV-мĕш Иван патша çĕрсем халалланă. Ураскилт вара Мăн Таяпана никĕсленĕ. Тепĕр халап тăрăх Кĕçĕн Таяпана унăн кĕçĕн ывăлĕ Игдеси хывнă.

Çĕрсемшĕн Кĕçĕн Таяпа çыннисем Кĕçĕн Елчĕк, Мăн Елчĕк, Тӳскел ял çыннисемпе вăрçнă.




#Article 79: Бельги патшалăхĕн гимнĕ (495 words)


Бельги гимнĕ — La Brabançonne/De Brabançonne ятлă композици. Ăна пĕр харăсах нимĕç, нидерланд тата франци чĕлхисем çинче çырнă.

 
O dierbaar België
O heilig land der vaad’ren
Onze ziel en ons hart zijn u gewijd.
Aanvaard ons hart en het bloed van onze adren,
Wees ons doel in arbeid en in strijd.
Bloei, o land, in eendracht niet te breken;
Wees immer u zelf en ongeknecht,
Het woord getrouw, dat ge onbevreesd moogt spreken:
Voor Vorst, voor Vrijheid en voor Recht.
Het woord getrouw, dat ge onbevreesd moogt spreken:
Voor Vorst, voor Vrijheid en voor Recht.
Voor Vorst, voor Vrijheid en voor Recht.
Voor Vorst, voor Vrijheid en voor Recht.

O Vaderland, o edel land der Belgen,
Zo machtig steeds door moed en werkzaamheid,
De wereld ziet verwonderd uwe telgen,
Aan 't hoofd van kunst, van handel, nijverheid.
De vrijheidszon giet licht op uwe wegen,
En onbevreesd staart gij de toekomst aan.
Gij mint uw Vorst, zijn liefde stroomt u tegen,
Zijn hand geleidt u op de gloriebaan.
Gij mint uw Vorst, zijn liefde stroomt u tegen,
Zijn hand geleidt u op de gloriebaan.
Zijn hand geleidt u op de gloriebaan.
Zijn hand geleidt u op de gloriebaan.

Juicht Belgen, juicht in brede vol' akkoorden
Van Haspengouw tot aan het Vlaamse strand,
Van Noord tot Zuid, langs Maas- en Scheldeboorden,
Juicht, Belgen juicht, door gans het Vaderland.
Een man’lijk volk moet man’lijk kunnen zingen,
Terwijl het hart naar eed’le fierheid streeft.
Nooit zal men ons van onze haard verdringen
olang een Belg, 't zij Waal of Vlaming leeft.
Nooit zal men ons van onse haard verdringen
Zolang een Belg, 't zij Waal of Vlaming leeft.
Zolang een Belg, 't zij Waal of Vlaming leeft.
Zolang een Belg, 't zij Waal of Vlaming leeft.

Après des siècles d’esclavage,
Le Belge sortant du tombeau
A reconquis par son courage
Son nom, ses droits et son drapeau.
Et ta main souveraine et fière,
Désormais, peuple indompté,
Grava sur ta vieille bannière:
Le Roi, la Loi, la Liberté!
Grava sur ta vieille bannière:
Le Roi, la Loi, la Liberté!
Le Roi, la Loi, la Liberté!
Le Roi, la Loi, la Liberté!

O Belgique, ô mère chérie,
A toi mos coeurs, à toi nos bras!
A toi notre sang, ô Patrie,
Nous le jurons tous, tu vivras!
Tu vivras toujours grande et belle
Et ton invincible unité
Aura pour devise immortelle:
Le Roi, la Loi, la Liberté!
Le Roi, la Loi, la Liberté!
Le Roi, la Loi, la Liberté!

O liebes Land, o Belgiens Erde,
Dir unser Herz, Dir unsere Hand,
Dir unser Blut, dem Heimatherde,
wir schworen’s Dir, o Vaterland!
So blühe froh in voller Schöne,
zu der die Freiheit Dich erzog,
und fortan singen Deine Söhne:

O Belgien, o teure Mutter, Dir gehören
unsere Herzen, unsere Arme!
Dir gehört unser Blut, Vaterland!
Alle schwören wir Dir: Du wirst leben!
Groß und schön wirst Du immer leben
und der Wahlspruch Deiner
unverbrüchlichen Einheit wird heißen:
Für König, Recht und Freiheit!




#Article 80: Петтоки Андрей Трофимович (118 words)


Петтоки Андрей Трофимович (чăн хушамачĕ Петухов, 1905, юпа, 7, Ахмане ялĕ, Чикмĕ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) — 1942, çулла, Витебск патĕнчи çапăçу) — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. СССР ÇП пайташă (1934).

Таса чун-чĕреллĕ сăвăçă халăх тăшманĕсемпе кĕрешес юхăма хутшăнасшăн пулман. Çавăнпа ăна хăйне тăшман тума хăтланнă, тĕрлĕ айăп шыраса тупнă, тăван чĕлхепе çырса пичетлеме чăрмантарнă.

Петтоки ăста çыравçă тата ӳнерçĕ çеç мар, пултаруллă йĕркелӳçĕ те пулнă — тĕрлĕ вăхăтра комсомол ячейкине, пĕрлешӳллĕ хуçалăха, сĕт-çу фермине, «Сунтал» («Ялав») журнала, Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пынă. Çавăн пекех Куйбышев облаçĕнчи тăван ен тĕпчевх музейĕн ăслăх ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Пĕрремĕш сăввине 1925 çулта пичетлесе кăларнă. Хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине — «Çирĕм иккĕ» поэмăна (1932) — Андрей Трофимович хăй илемлетсе кăларнă.




#Article 81: Тимухха Хĕветĕрĕ (144 words)


Тимухха Хĕветĕрĕ, — чăваш чĕлхине тĕпчекенĕ, вĕрентекен. Чăн ячĕ Тимофеев Фёдор Тимофеевич. 1887 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Якаткасси ялĕнче çуралнă. 1941 çулхи кăрлачăн 25 ГУЛАГ лагерĕнче вилнĕ.

Орфографипе пунктуаци йĕркисене пĕрремĕш йĕркелекенĕ. Вăлах пĕрремĕш тăван чĕлхе вĕренӳ кĕнекисене тата программисене хатĕрлекен. Пособисем çавăн пекех хатĕрленĕ. Вĕсене вăл чăваш тата вырăс чĕлхисем çинче хатĕрленĕ 

Фёдор Тимофеев 1922-1925 çулсенче чăваш чĕлхине Çĕмпĕрти педагогика тата ял хуçалăх техникумĕсенче вĕрентнĕ. Вăл вăхăтрах Чăваш музейĕн заведующиĕ пулнă. Ку тапхăрта унăн «Грамматика чувашского языка: фонетика и морфология» (1924), «Основы чувашского синтаксиса» (1924), «Пунктуация письма» (1925), «Чувашское письмо» (1926) кĕнекисем тухнă.

Аспирантура хыççăн Фёдор Тимовеевич ЧНИИ-ĕн чĕлхен уйрăмĕн ертӳçи, кайран директор çумĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ. 1930-1934 çулсенче педагогикăпа ял-хуçалăх институтĕсенче доцент шайĕнче чăваш чĕлхин лекциĕсене вуланă. Ку çулсенчех Т.М. Матвеевпа пĕрле 5-7 классем валли тăван чĕлхе вĕренӳ кĕнекине çырнă. Ку вĕренӳ кĕнекине кайран пиллĕк хут çĕнĕрен пичетлесе кăларнă.

 




#Article 82: Нальчик (147 words)


Нальчик, — Раççейĕн хули, Кабардино-Балкари Республикин тĕп хули. «Нальчик» сăмахĕ кабардин чĕлхи çинче, балкар чĕлхи çинче пекех, такан пек куçарăнать. Хула çине çӳлтен пăхсан вăл такан пек курăннă пирки ăна çапла каланă. Такан хула эмблеми çинче те пур. 

Хула Нальчик (Терекăн юппи) юханшывĕ хĕрринче ларать. Вăл тинĕс шайĕнчен 512 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. 2002 çулта кунта 233, 9 пин çын пурăннă, хула лаптăкĕ 131 км2 танлашать. 

Нальчик крепоçне 1818 çулта никĕсленĕ. 1838 çулта кунта çар селениĕ пулса тăнă. 1862 çулта ăна слабода туса хунă, вăл вăхăтра унта 2300 çын пурăннă. 1921 çулта вара Нальчика хула шайне кĕртнĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă Вăрçинче хулана фашистла нимĕç çарĕсем оккупацине илнĕ. Оккупаци вăхăчĕ 1942 çулхи юпа уйăхĕн 28 пуçласа 1943 çулхи кăрлачăн 3 тăсăлнă. Ку вăхăтра хулана вăйлă аркатнă. Çав вăхăта халалласа хула паркĕнче Ӗмĕрлĕхи Çулăм çунать. Нальчика Кабардино-Баркари н партизанĕсемпе пĕрле Кавказ хыçĕнчи фронтăн Çурçĕрти ушкăнăн 37 Армин çарĕсем ирĕке кăларнă.




#Article 83: Бах Иоганн Себастьян (250 words)


 Бах Иоганн Себастьян (Johann Sebastian Bach), — нимĕç паллă кĕвĕ çыравçи, органист, бaрокко стилĕн представителĕ. 1685 çулхи пуш уйăхĕн 21 (кивĕ стиль тăрăх) Эйзенах хулинче çуралнă. 1750 çулхи утă уйăхĕн 28 Лейпциг хулинче вилнĕ.

Иоганн Себастьян Бах Иоганн Амвроси Бах скрипач çемьинче ултăмĕш ачи пулнă. Скрипач çемьинче çурални унăн малашлăх мĕнле пуласси тӳрех паллă пулнă. Тюринг тăвĕсем хушшинче пурăннă Бах çемьинче пурте кĕвĕпе çыхăннă пулнă. XVI ĕмĕртен пуçласа çемьере флейтист, трубач, органист, скрипач, капельмейстер ĕçне нумайăшĕ суйласа илнĕ. Вĕсен кĕвĕ пултарулăхĕ пĕр ăруран тепĕр ăрăва куçса пынă. Иоганна пилĕк çул çитсен ашшĕ ăна скрипка парнеленĕ. Иоганн вăл кĕвĕ инструменчĕ çинче хăвăрт выляма вĕреннĕ, скрипка çинче выляси ăна питĕ кăмăла кайнă.

Иоганн Себастьян тăхăр çула çитсен унăн амăшĕ вилнĕ. Тепĕр çултан вара — ашшĕ. Пĕчĕк ачан ачалăхĕ пĕтнĕ, ăна усрама аслă шăллĕ хăй патне илнĕ. Аслă шăллĕ юнашар хулара органист пулса ĕçленĕ те, çавăнпа та вăл ачана орган тата клавир çинче выляма вĕрентнĕ, гимназине вĕренме янă. 

Вĕренсе тухнă хыççăн ĕç шырама пикеннĕ. 1703-1708 çулсенче вăл Веймартра, Арнштадра, Мюльхаузенра службăра тăнă. 1707 çулта Мария Барбара Бах хăйĕн куçинине качча илнĕ. Ку вăхăтра вăл «Каприччо на отъезд возлюбленного брата» çырнă. 1708 çулта Веймарский герцог патĕнче музыкант вырăнне илнĕ хыççăн вăл Веймара куçнă. Унта 9 çул иртернĕ, нумай кĕвĕ çырнă.

Вăл вилнĕ хыççăн унăн пултарулăхĕ çинчен манса кайма пуçланă. 1829 çулта Берлинта «Страсти по Матфею» мессине вылянă хыççăн Бах пултарулăхĕпе çĕнĕрен кăсăкланма пуçланă. 1850 çулта «Бах пĕрлешĕвĕ» туса хунă. Вăл пĕрлешĕв Бах çырнă кĕввисене пуçтарса пичĕтлес тĕллев лартнă. Çур ĕмĕр хушшинче 46 том пичĕтленĕ.




#Article 84: Берлин (128 words)


Берлин, — Германин тĕп хули (1871 çултанпа). Европа Пĕрлешĕвĕнче Берлин лаптăк шучĕпе Лондон хыççăн иккĕмĕш вырăнта шутланать. Халăх шучĕ 3 440 441 (2010) çынпа танлашать. 

Берлин Шпрее (Spree) тата Хавель (Havel) юханшывĕсем çинче, Бранденбург çĕрĕсем çинче вырнаçнă. 1920 çултанпа Бранденбург çĕрĕсем шутне кĕместь. 1200 çулсенче ку тăрăхра икĕ хула вырнаçнă пулнă — Кёлльн (Cölln) тата Берлин. Хăçан вĕсене хуласем шутне кĕртни тĕппипех паллă мар. Кёлльна хула пек 1261 çулта асăннă, Берлина — 1251 çулта. 1307 çулта вăл икĕ хуларан пĕр хула туса хунă. Пĕрлешнĕ хулара 1400 çулта 8 пин çын пурăннă.
Берлин Пруссин тĕп хули шутланнă. Германи империне туса хунă хыççăн унăн тĕп хули пулнă.

Митте,Фридрихсхайн-Кройцберг,Панкăв(чи пысăк районе - 350 пин ытла пурăнакансем),
Шарлăттенбург-Вильмерсдорф,Шпандау,Штеглитц-Целендорф,Нойкёлн,Темпельхоф-Шёнеберг,
Трептов-Кёпеник,Марцан-Хеллерсдорф,Лихтенберг,Райникендорф.
Берлинăн ертуççи - бургомистр Клаус Воверайт (Klaus Wowereit).

Состояние: 29 октября 2008 года




#Article 85: Тăвай районĕ (127 words)


Тăвай районĕ — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн тухăç енче вырнаçнă. 1935 çулхи кăрлачăн 9 туса хунă. Çурçĕр енче Вăрмар районĕ, хĕвеланăç енчĕ Канаш районĕ, кăнтăрпа хĕвелтухăç енче Тутарстанпа юнашар вырнаçнă. Лаптăкĕ 524,4 км2 танлашать. Район администрациĕ Тăвай ялĕнче вырнаçнă.

Тăвай районĕ Чăваш плато тăрăхĕнче вырнаçнă. Вырăнĕсем сăртлă, çырмасем пит нумай.

Çĕр айĕнчи пурлăхсем йышĕнче çурт хăпартмаллисем кăна. Кунта кирпĕч чĕр таварĕ, карбонад породисем кĕреççĕ. Кирпĕч валли усă куракан тăма кăларас икĕ вырăнтан пĕрринпе кăна, Тăвай патĕнче вырнаçнăскерне, усă кураççĕ.

Ку тăрăхра вăтам климат, хĕлĕсем сивĕ, çăвĕсем ăшă. Кăрлачăн вăтам температури -13°С, утă уйăхĕн — 18,7°С танлашать. Чи сивĕ палăртнă температура — -42°С, чи ăшши — 37°С. Çул хушшинче вăтамран 490 мм юр-çумăр ӳкет. Ытларах енĕпе юр-çумăр ăшă тапхăрта çăвать.




#Article 86: Енĕш Нăрваш (133 words)


Енĕш Нăрваш, — Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи ял. 

Енĕш Нăрваш 1563 çулта Тимеш (Тăвай) ялĕнчен уйрăлса никĕсленнĕ. 1565 çулта кун çути курнă Писцовой тата мишавай кĕнекинче çапла çырнă: .Тĕрлĕ çулсенче ял ятне тĕрлĕрен каланă. Яла пуçлакансем çырма хĕрринче ларнăран ăна Çĕнĕ Çырма, Çĕнĕ ял тенĕ пулмалла. 1781-1782 çулсенче д.Янтиково (Синь Сирма) тесе çырни пур. 1859 çулта - Нăрваш çырминчи Аслă Нăрваш ялĕ тенĕ. 1867 çулхи карттă çинче - Норваш, 403 двора тесе палăртнă. 1898 çулта ялта чиркӳ туса лартнă хыççăн ăна Енĕш Нăрваш сали () тесе калама та, хут çине çырма та тытăннă.

Паллă пулăмсем 

Ялти музея, Историпе асăну музейĕ ят парса, 1990 çулхи раштавăн 21-мĕшенче уçнă. Музей И.Я.Яковлев тăрăшнипе 1903 çулта туса лартнă шкул çурчĕнче вырнаçнă. 
Историпе асăну музеĕнче çакăн пек пӳлĕмсем ĕркеленĕ:

Музейра пурĕ 5316 экспонат. Вĕсен шучĕ кунсеренех хутшăнса пырать.




#Article 87: Терентьев Геннадий Терентьевич (116 words)


Терентьев Геннадий Терентьевич, (1929 çул, юпа, 17 Чăваш АССР Вăрмар районĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕ — 2006 çул, ака, 13, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш драматургĕ, актёрĕ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1970), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1976), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1982), К. С. Станиславский ячĕллĕ РСФСР патшалăх парни лауреачĕ (1971) 

Чăваш академи драма театрĕ çумĕнчи студине вĕренсе пĕтернĕ. 1954-1998 çулсенче театрта ĕçленĕ.

Геннадий Терентьев, республикăн театрĕсенче лартнă вунă ытла пьесăн авторĕ. Пĕрремĕш «Нонка юратăвĕ» пьесине театрта вылянă хушарах çырма пуçланă. Унăн кĕнекисем:

Геннадий Терентьев эстрада çинче те хăй пултарулăхне кăтартнă. Ухтер Мучи сăнĕ асăма халăхра юлнă. 

Çавăн пекех вăл телевидени фильмĕсенче темçе роле вылянă, фильмсене чăваш дубльĕсем тунă чухне хутшăнать.




#Article 88: Тăвай (213 words)


Тăвай, — сала. Чăваш сăмахĕсенчен: ту, ай (айĕ). 1935 çултанпа Чăваш Енĕн Тăвай районĕн администраци вырнаçнă вырăн. Ытти районсемпе тытăмсене Канаш хули урлă тытаççĕ. Канаш хулинчен 25 çухрăмра вырнаçнă. Шупашкартан 104 çухрăмра вырнаçнă.

Ялта вăтам пĕлӳ паракан шкул, ача-пăча ӳнер шкулĕ, Хусанти технологи университечĕн техника лицейĕ, Чăваш патшалăх университечĕн вуза хатăрлекен центрĕ, Чăваш патшалăх пудагогика университечĕн педагогика класĕ вырнаçнă. Çавăн пекех краеведени музейĕ, 2 библиотека, Культура çурчĕ пур. Чăваш чĕлхи çинче «Ял ĕçченĕ» хаçат тухса тăрать.

Малтан ял çавăн пекех Архангельское тата Тăвай Тимеш ятпа паллă пулнă. Тимеш ячĕпе Тăвай 1565 çултанпа паллă. Ку вăл ялăн пĕрремĕш ячĕ пулнă. XV - ХVI ĕмĕрсенче çапла Хусан ханлăхĕнче ял ячĕ калаçăва кĕнĕ. XVII ĕмĕр варринче ял çыннисем кăнтăралла куçма пуçланă. Çапла Тăвай районĕнчи Элексей Тимеш, Тип Тимеш, Анатри Тимеш, Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш (Тăвай Тимеш) ялĕсем пуçланса кайнă. Чăваш Енре Тимеш ятлă 10 ял тарин пур.

Ялăн иккĕмĕш ячĕ — Архангельское. Иван IV патша Атăлçи халăхĕсене Христос тĕнне кĕртессине пуçарса янă хыççăн чăвашсене те тĕне кĕртме тытăннă. 1720-1722 çулсенче Пётр I патша та темиçе хушу кăларнă ку тĕлпе. 1740 çултан вара правительство ĕçе пĕтĕм вăйпа пуçарăннă. Вĕсем халăха вăйпа кӳлĕсене кĕртнĕ, хĕрес тыттарса вырăс ятсене панă. Çавăн пекех чиркӳсем хăпартнă. 1757-1759 çулсенче Тăвайра чиркӳ хăпартнă. Вал чиркӳ ячĕнчен, Михаил Архангела халаланнăскертен, ял ячĕ те улшăннă.




#Article 89: Иртыш (юханшыв) (107 words)


Иртыш, — Азире юхакан юханшыв, Обь юханшывăн тĕп юппи. Тăршшĕ 4370 çухрăмпа танлашать. Китай (525 çухрăм), Казахстан (1835 çухрăм) тата Раççей (1835 çухрăм) çĕрĕсем урлă юхать. Бассейн лаптăкĕ — 1643 пин км².

Иртыш çалкуçĕ Китай енчи Алтайăн тăвĕсенче вырнаçнă. Китайран вăл Хура Иртыш ятлăскер Казахстанри Зайсан котловинине юхса кĕрет. Çапла вăл Зайсан кӳллине лекет. Унсăр пуçсăр ку кӳлле Тарбогатай тата Саур хребечĕсенчен, Рудаллă Алтайран пит нумай юханшыв юхса кĕрет. Иртыш вара Зайсан кӳлĕрен çурçĕр-хĕвеланăçнелле Бухтарма ГЭСĕ урлă юхса тухать. Çавăн пекех юханшыв çинче Шульбин ГЭСĕ вырнаçнă.

Кимĕсем юханшыв тăрăх ака уйăхĕпе чӳк уйăхĕчен ишме пултараççĕ.

Иртыш çинче çак хуласем вырнаçнă: Усть-Каменогорск, Семипалатинск, Павлодар, Омск, Тара, Тобольск, Ханты-Мансийск.




#Article 90: Элпи Валентина Андреевна (170 words)


Валентина Андреевна Элпи (, чăн хцшамачĕ — Андреева; кăрлач, 31, 1913, Кивĕ Пуянкасси, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тăвай районĕ Чăваш Ен) — авăн, 28, 2014, Шупашкар) — чăваш çыравçи, драматургĕ.

ССКП пайташĕ (1940), СССР ÇП пайташĕ 1965-па, ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçтешĕ(1989)

[1913 çулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнчеÇĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Тăвай районĕ) Кивĕ Пуянкасси ялĕнче, чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 

Малтан хăйсен ялĕнчи пуçламăш шкултан, унтан Вăрмар районĕнчи Кавалти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă. 1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах ăна унтан вĕренсе тухма май килмен. Пĕр çулталăк хушши Вăрмар районĕнчи Пăртасри участок пульницинче медаппа пулнă. 1932—1934 çулсенче вăл Куславкка районĕнчи хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. 1934 çулта «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаçат редакцине куçнă. 1936—1938 çулсенче хаçат редакцийĕсенче ĕçлеме хатĕрлекен шкулта вĕреннĕ. 1938—1968 çулсенче Чăваш АССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Радиовещанипе телевидени комитетĕнче ачасем валли паракан передачăсен редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Валентина Элпи çырăвĕсене ытларах пайĕпе ача-пăчасене халалланă. Çыравçăн малтанхи калавĕсем республикăри хаçат-журналсенче 1946 çулта пичетленме пуçланă. 

Унăн ĕçĕсем çак кĕнекесенче пичетленсе тухнă:

В. Эльби пултарулăхĕпе тата кĕнекисемпе çак рецензисемпе статьясем паллаштараççĕ:




#Article 91: Яклашкин Морис Николаевич (264 words)


Яклашкин Морис Николаевич (1947, авăн, 4,  Чутей ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР çур.), — хор дирижёрĕ, педагог, профессор (1999), Шупашкар хулин хисеплĕ гражданĕ. 

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1989), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ  (1992), Чăваш Републикин патшалăх парнин лауреачĕ (1997).

Чăваш патшалăхĕн академи симфони капеллин пултарулăх ертӳçи.

Канаш педагогика училищине, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн кĕвĕпе педагогика факультетне, Чулхулари консерваторине (1982, А. А. Лемединский класĕ) вĕренсе пĕтернĕ.

Морис Яклашкинăн пултарулăхĕ Чăваш Патшалăх телерадиовĕн хорĕпе çыхăннă. Хорта вăл 1977 çултанпа хормейстер пулса ĕçлет, 1986 çултанпа пултарулăх ертӳçи тата тĕп дирижёрĕ пулнă. 1992 çулта вăл хор Чăваш патшалăх академи капелли ятне тивĕçет. Хăйĕн хорĕпе нумай хулана çитсе курнă: Мускав, Санкт-Петербург, Чулхула, Тĕмен, Хусан, Йошкар-Ола, Саранск, Ижевск, Ĕпхӳ. Çаплах Венгрире тата Чехословакинче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.

М. Н. Яклашкин профессор тăрăшнипе 2005 çулта И.  Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ йышĕнчи ӳнер кафедрине ӳнер факультечĕ шайне хăпартнă. Халĕ çак факультет Чăваш Республикинче мусăк пултарулăхĕн наци кадрĕсене хатĕрлес ĕçре пĕрремĕш мусăк вĕренӳ керменĕ шутланать.

Халĕ Морис Яклашкин Шупашкарти кĕвĕ училищинче тата Чăваш педагогика университетĕнче композиципе педагогика факультечĕнче хор дисциплинисене вĕрентет.

Пĕтĕм Союзри радио валли Яклашкин ертсе пынă хор 200 ытла юрă çырнă. Чăваш мусăкĕн аудио- тата грамçырнисене (пĕтĕмĕшле шăрантару 2 сехет) Пĕтĕм Союзри «Мелодия» тата ХАО «Русский диск» фирмăсем хатĕрленĕ. Яклашкин ертсе пынă хор çырнă 1000 яхăн хайлав Чăваш радиовĕпе телекурав фончĕсенче упранаççĕ. Капелла  Чăваш патшалăх капелли Пĕрлешӳсен çурчĕн колонна залĕнче, Мускав патшалăх П. И. Чайковский ячĕллĕ Консерваторин Пысăк концерт тата Рахманинов залĕсенче, «Россия» тата Гнесинсен ячĕллĕ мусăк академин, Композиторсен тĕп çурчĕн, А.А. Фадеев ячĕллĕ Литераторсен çурчĕн концерт залĕсенче, «Мускав кĕрĕ» (), «Раççей мусăкĕн панорами» () мусăк фестивалĕсене хутшăннă.




#Article 92: Сăмахсар (164 words)


Сăмахсар, — чĕлхери сăмах йышне çырса кăтартакан кĕнеке. Синонимлă терминсем: словарь, сăмах пуххи, сăмах кĕнеки, лексикон, глоссарий.

Компьютер техники аталланнă май электронлă тата онлайн словарьсем вăйлă сарăлаççĕ.

Сăмахсарсене икĕ пысак ушкăна уйăраççĕ: лингвистика, е чĕлхе сăмахсарĕсем тата энциклопедиллĕ сăмахсарсем.

Лингвистика сăмахсарĕсем сăмах пĕлтерĕшне, унăн грамматика паллине, мĕнле çырмалли-каламаллине тата ыттине те çырса кăтартаççĕ, урăхла каласан сăмахсарĕн ку тĕсĕ сăмахпа çыхăннă, вĕсен тĕп объекчĕ сăмах шутланать. 

Тĕллевне кура лингвистика словарĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ:

Вырăнти калаçу сăмахĕсен сăмахсарĕсем те пур.

Лингвистика сăмахсарĕсен материалне пĕр чĕлхепе те, темиçе чĕлхепе те çырса кăтартаççĕ. Ик чĕлхепе çырнă сăмахсарсен шутне куçару сăмахсарĕсем кĕреççĕ, тĕслĕхрен, чăвашла-вырăсла, вырăсла-чăвашла словарьсем. Тӳнтер сăмахсар, ăнлантаруллă сăмахсар, орфографипе орфоэпи сăмахсарĕсем — пĕр чĕлхе словарĕсем.

Энциклопедиллĕ сăмахсарсен шутне тĕрлĕ япаласемпе пулăмсене, ĕçсемпе пулăмсене, тĕрлĕ ăнлавсене ăнлантарса паракан сăмахсарсем кĕреççĕ. Ку йышши сăмахсарсене япала ячĕсене тата япала ячĕллĕ сăмах майлашăвĕсене (япала ятне ăнлантаракан сăмахсемпе пĕрле), пайăр ятсене кĕртеççĕ. Энциклопедиллĕ сăмахсарсенче тĕрлĕ иллюстрацисем (ӳкерчĕксем, таблицăсем, диаграммăсем) параççĕ.

Чăваш энциклопедиллĕ сăмахсарсем шутне «Моргаушский район. Краткая энциклопедия», «Писатели Чувашии» энциклопедиллĕ сăмахсарсем кĕреççĕ.




#Article 93: Грамматика (456 words)


Грамматика (грек. grammatike «вулама тата çырма вĕрентекен искусство»), — чĕлхе тытăмĕ, унăн саккунĕсем çинчен вĕрентекен ăслăлăх. Икĕ уйрăлми тачă çыхăннă пайран — морфологипе синтаксисран — тăрать. Грамматикăн тĕп ăнлавĕсем шутне грамматика категорийĕ, грамматика форми тата грамматика пĕлтерĕшĕ кĕреççĕ.

Чĕлхери тулли пĕлтерĕшлĕ кашни сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ те, грамматика пĕлтерĕшĕ те пур. Лексика пĕлтерĕшĕ конкретлă та, асбтрактлă та пулма пултарать. Грамматика пĕлтерĕшĕ вара яланах абстрактлă. Тĕслĕхрен, вăрман, улăх, хĕвел, пĕлĕт — конкретлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, кашнин хăйĕн лексика пĕлтерĕшĕ пур. Грамматика тĕлĕшĕнчен вĕсем абстрактлă пĕлтерĕшлĕ: унашкал сăмахсене пĕтĕмлетсе япала ячĕ тетпĕр, вăсем тĕп падежра, пĕрреллĕ хисепре. Урăхла каласан, грамматика абстракципе, пĕтĕмлетӳпе çыхăннă.

Грамматика пĕлтерĕшĕ грамматика формипе тачă çыхăннă, вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма май çук. Сăмахăн грамматика форми чĕлхен ятарлă хатĕрĕсемпе — морфемăсемпе пулать. Морфемăсем шутне сăмах тымарĕ тата аффикс кĕреççĕ. Тĕслĕхрен, юлташпа, лашапа, кĕнекепе, кăранташпа формăсенче пĕр пек морфема -па (-пе) пур, ăна аффикс теççĕ. Çак аффиксен пĕрлелĕх падеж формине тăвать. Тĕрлĕ грамматика формине тума тĕрлĕ аффсемпе усă кураççĕ.

Грамматика категорийĕ — пĕр йышши пĕлтерĕшлĕ грамматика формисен пĕр-пĕринпе хирĕçле речĕсен системи. Сăмахран, япала ячĕсен падеж категорийĕ пуррине палăртатпăр. Çак категорие тăвакан падеж формисем (вĕсем чăваш чĕлхинче саккăр) пĕр-пĕринпе хирĕçлев тăваççĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕсем кашнин хăйне евĕрлĕ. Тепĕр тĕслĕх: глаголăн вăхăт категорийĕ пур, вăл ĕçĕн вăхăтне пĕр-пĕр каланă вăхăтпа çыхăнтарса пĕлтерет. Çавна май вăхăт категорине тăвакан формăсем иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăт пĕлтерĕшлĕ.

Грамматика морфологипе синтаксисран тăнă пирки категорисем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: морфологи категорийĕсем тата синтаксис категорийĕсем. Кашни пуплев пайĕн хăйĕн грамматика категорийĕсем пур.

Чĕлхен грамматика тытăмĕ, лексикăпа танлаштарсан, хăйĕн çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать: вăл улшăнать пулсан та, çав тери вăрах улшăнать. Чĕлхе лексики пурнăç аталанăвне пула пĕрмаях улшăнса пырать.

Грамматика чĕлхе тытăмĕн ытти пайĕсемпе те (фонетикăпа, фразеологипе) тачă çыхăнса тăрать. Тĕслĕхрен, сасăсем морфемăсемпе сăмах формисене, предложенипе унăн членĕсене тумалли хатĕр шутланаççĕ.

Чĕлхе ăслăлăхĕнче «наука грамматики» тата «шкул грамматики» текен ăнлавсем тĕл пулаççĕ. Наука грамматики чĕлхен грамматика тытăмне çĕнĕрен те çĕнĕ меслетсемпе тарăн тишкерсе тĕпчет. Вăл чĕлхен хальхи тытăмне те, авалхи тытăмне те тĕпчесе пĕлме пултарать; çавна пула хальхи наука грамматики тата историллĕ наука грамматики пулать.

Хальхи чĕлхен наука грамматики хăй виçĕ тĕрлĕ: описаниллĕ, теориллĕ тата описаниллĕ-нормăллă. Описаниллĕ грамматика чĕлхе тытăмне е унăн уйрăм пайĕсене (сăмах пулăвне, морфологине, синтаксисне) туллин çырса кăтартать. Тĕслĕхрен, И. П. Павловăн «Хальхи чăваш литература чĕлхи. Морфологи» (1966) кĕнеки. Описаниллĕ-нормăллă грамматика маларах асăнниех, анчах та кунта тĕрлĕ грамматика формисемпе конструкцийĕсен нормисене палăртаççĕ. Теориллĕ грамматика чĕлхе наукин кăткăс та татса паман йывăр ыйтăвĕсене тишкерсе тĕпчет. Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче кун йышши грамматика шутне И.А.Андреевăн «Чăваш синтаксисĕн ыйтăвĕсем» (I пайĕ — 1973, II пайĕ — 1975) кĕнекисем кĕреççĕ. 

Шкул грамматики наука грамматикинчен чылай уйрăлса тăрать. Кунта грамматикăн шкул пурнăçĕнче кирлĕ ансат ыйтăвĕсене традицие шута илсе çутатса параççĕ, çавăнпа та чылай чухне шкул грамматики наука грамматикинчен кая юлать, ирĕксĕрех хирĕçӳллĕ пулса тухать. Чĕлхе тĕпчевçисем шкул грамматикин теори никĕсĕсем наука грамматикине хирĕçлемелле мар теççĕ.




#Article 94: Япала ячĕ (180 words)


Япала ячĕ, — япалана пĕлтерекен пуплев пайĕ. Унăн ыйтăвĕсем кам? мĕн?

Япала ячĕсене пĕлтерĕшĕ тĕлĕшĕнчен икĕ ушкăна уйăраççĕ:

Япала ячĕсен тăватă грамматика категориĕ пур: падеж, хисеп, камăнлăх, вăхăт. Вĕсенчен чи палли — падеж категорийĕ.

Япала ячĕсен икĕ хисеп: пĕррелĕ тата нумайлă. Япала ячĕсен чăваш чĕлхинче 8 падеж, пĕр вĕçленӳ.

Предложенире япала ячĕ чи кирлĕ компонентсенчен пĕри шутланать. Чăваш чĕлхинче пур член та пулма пултарать: подлежащи (Хĕвел тухрĕ), сказуемăй (Эпĕ — вĕрентекен), дополнени (Атта хаçат вулать), определени (йывăç кĕрепле), обстоятельство (кинона кайрĕç).

Япала ячĕ предложенире тепĕр япала ятне, глагола, тата паллă ята ăнлантарать. Япала ятне хăйне паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол ăнлантарма пултарать.

Чăваш чĕлхинче пулăшу пĕлтерĕшлĕ япала ячĕсем пур (ай, аяк, ăш, варă, вĕç, пуç, çи), вĕсем япалан пайне, тавралăхăн енĕсене кăтартаççĕ. Пулăшу ячĕсен виçĕ падеж (пару, вырăн, туху) форминче çеç пулаççĕ.

Пулăвĕ енчен япала ячĕсем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулаççĕ. Иккĕмĕшлĕ япала ячĕсем ытларах морфологи мелĕпе сăмах тымарĕ çумне тĕрлĕ аффикс хушăнса пулаççĕ. Тĕслĕхрен, сунар+çă, хурăн+лăх, тимĕр+çĕ.

Синтаксиспа морфологи мелĕпе пулнă япала ячĕсем те лексикăра йышлă. Вĕсем чăваш чĕлхинче икĕ тĕслĕ:

Хăш-пĕр аффиксене йышăнса япала ячĕсене тĕрлĕрен формăсене кĕртеççĕ:




#Article 95: Субъект (синтаксис) (306 words)


Субъект, — пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсенчен пĕри. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче хуçа терминпа усă курнă. Каярахпа, вырăс чĕлхи çине пăхса, подлежащи тенĕ.  Ăна форма, грамматика пĕлтерĕшĕ, пуплерĕшĕн шухăш тытăмĕ тăрăх палăртаççĕ. Форма критерийĕ тăрăх подлежащи тĕп ӳкĕмре тăмалла: Аннушкин кухньăналла утрĕ (Талвир). Апла пулин те тĕп падежри кашни сăмахах подлежащи пулмасть. Тĕслĕхрен, Пĕр ирхине поезд вăрман хĕрринчи ял çумĕпе иртсе пычĕ (В.Алент.) пуплерĕшри паллă тунă япала ячĕсенчен поезд сăмах çеç подлежащи пулать, мĕншĕн тесен вăл ĕç субъектне пĕлтерет. Пуплерĕшĕн шухăш тытăмне Туслă çемьен тăваттăмĕш членĕ — Ергунова (Маяксем) йышши тĕслĕхсенче шута илмелле.

Подлежащин сăпатпа хисеп формисем нумай чухне каланăлăхра палăраççĕ: Кивви çĕннине хăй тĕллĕн, кĕрешӳсĕр парăнмасть (Г.Хл.); Пĕррехинче эпĕ хамăр пахчара шурă кăвакарчăн тупрăм (Илпек); Эпир пысăк юхăмран çăлăнса çыран хĕрне тухрăмăр, япаласене пушатрăмăр (В.Гол.). Сăпатпа хисеп формисем каланăлăхра сăнланмасан та пултараççĕ: Эпĕ нихçан та никама усал сунман, Инна (Маяксем).

Подлежащи вырăнĕнче хăй пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕсем тĕл пулаççĕ. Анлăн сарăлса выртать Атăл улăхĕ (Элкер); Кăнтăрла иртейнĕ(Трубина); Юрă-па пĕтĕм урам хушши янăраса пы-рать (Хумма Ç.); Чăнни яланах çиеле тухать (Агаков); Иксĕмĕр калаçкаласа ларатпăр (Трубина); Вăт кайăк тăк кайăк ку (Элкер); Ача-пăчана шанакан хăрах куçлă пулакан (Ват. сăм.).

Пуплерĕш хăй пĕлтерĕшлĕ тата пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕрлешĕвĕнчен те пулма пултарать: Михха майлисем утрава тара парасшăн (Н.Мр.).

Пуплерĕшре каланăлăх ушкăнĕсене пĕр-пĕринчен палăртса уйăрнине кăтартнă чухне тĕп пайташсем хушшине тире лартаççĕ: Халăх вăл — тӳре-шара та, улпут та, сутуçă та мар (Юхма); Платтун — лаша çулĕ çинче (Талвир). Палăртса калас тĕллев çук пулсан тиресĕрех çыраççĕ: Çырма сарлакăшĕ пилĕк-ултă метр (Б. Шор.); Эсĕ шурă пански носкипе, калушпа (Маяксем).

Подлежащи чăваш чĕлхишĕн варваризм е çурма варваризм пулса тăрать. Çавна кура унпа усă курма меллех мар. Тĕнчери чылай чĕлхере  субъект теççĕ. Ку сăмахăн чăваш чĕлхишĕн варваризмала паларăмĕсем нумаях мар е вĕсем пачах та çук. Тĕрĕссипе каласан вăл, субъект тени, пурпĕрех пур, ăна чĕлхерен катертме май та çук.  Скобкăсенче лингвистика е синтаксис тесе палăртма пулать.




#Article 96: Каланăлăх (252 words)


Калани, — пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсенчен пĕри. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче калав терминпе усă курнă. Чылай вăхăт ăна сказуемăй теесси йăлара пулнă. Вăл каланин содержанине чăнлăхпа çыхăнтарать (предикаци тăвать) тата пуплерĕшри сăмахсене хăй тавра пĕрлештерсе тăрать. Çак сăлтава пула сказуемăя пуплерĕшĕн пĕртен-пĕр тĕп пайташĕ теме юрать. Каланире пуплерĕшĕн сăпатпа хисеп формисем палăрма пултараççĕ. Çак формăсене йышăннă глаголăн подлежащиĕ çук чухне те сказуемăй пулать, пуплерĕш хăй тĕллĕнех йĕркелет: Сан умăнта хама айăплă туятăп (Н.Пет.). Калани хăй пĕлтерĕшлĕ ытти пуплев пайĕсенчен те пулма пултарать: Çанталăк уяр. Пичче инженер. Мăнукăм тăваттăра. Çаран ян! та ян! (Энтип) Ӗç кунĕ кашни журналистăн хăйне евĕр (С.Пав.). Ун пек чухне каланине мĕнле те пулин предикаци пĕлтерĕшĕ пурри тăрăх (вăхăт, вырăн, хисеп, япала камăн е мĕнĕн пулни, хăш ушкăна кĕни тата ыттисем те) уйăраççĕ. Предикаци палли пуплерĕшĕн шухăш тытăмне кура пĕр сăмах çинчен тепри çине куçма пултарать. Акă прогрессиллĕ йĕркере Айăпли эп пуплерĕшĕн калани тесе эп сăмаха пăхмалла, регрессиллĕ йĕркере — айăпли сăмаха.

Йăлана кĕнĕ теорипе килĕшӳллĕн, калани пĕлтерĕш енчен тулли сăмах пулмалла. Енчен те уйрăм сăмахăн пĕлтерĕшĕ конкретлă пулмасан, ытти сăмахсен çыхăнăвĕнче кăна уçăмлансан ăна кӳршĕри сăмахсемпе пĕрле илеççĕ: Куççуль килсе тухрĕ Кириле пиччен. Вăл çара пуçăн. Хутсăр тата хутлă каланисене уйăрни вырăнсăр, мĕншĕн тесессĕн кĕçĕн пайташсене çавăн пек ушкăнламаççĕ.

Юлташпа — юлташла, тăшманпа — тăшманла (Ват.сăм.); Манăн чĕрере лăпкă мар (Салампек) йышши пуплерĕшсем пурри тĕп пайташсене (çав шутра сказуемăа та) анлă ăнланма хистет е вĕсем çинчен калаçма сăлтав пачах çуккине пĕлтерет.

Каланăлăх тени вырăсла сказуемое тенине тÿреммĕн калькăласа чăвашла куçарнинчен пулнă. Апла тунине ниепле те тиркеме май çук. 




#Article 97: Скворцов Михаил Иванович (138 words)


Скворцов Михаил Иванович (1933, кăрлач, 8, Иккĕмĕш Хурамал ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР — 2016, раштав, 1, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш ăсчахĕ, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1992), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1997),  Н.И. Ашмарин ячĕллĕ парне лауреачĕ
.

Хусан университечĕн филологи уйрăмĕнчен (1954), Мускаври университет çумĕнчи Хĕвел тухăç чĕлхисен институтăн арап чĕлхисен уйрăмĕнчен (1964), аспирантурăран (1971) вĕренсе тухнă. 

Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вĕрентӳçи, доценчĕ (1973—1976), Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ (1977—1997) пулса вăй хунă.

Михаил Скворцов чăваш лексикографийĕпе терминологийĕн паллă специалисчĕ пулнă май чăвашла-вырăсла сăмахсарсене хатĕрлес, редакцилес ĕçе хастар хутшăннă.

Чăваш шкулĕн пуçламăш тата вăтам класĕсенче, вырăс шкулĕсенче, техника професси вĕрентешĕсенче вĕренекенсене тăван чĕлхене ăша хывма пулăшакан сăмахсарсем хатĕрленĕ.

Скворцов студентсем валли хатĕрленĕ вĕренӳре пулăшу кĕнекисенче куçарупа унăн теорин кĕске историне, куçарăвăн семантика, лексика тата фразеологи ыйтăвĕсене тишкернĕ.

Михаил Иванович 2016 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта вилнӗ.




#Article 98: Семантика (ăслăлăх) (302 words)


Семантика  (фран. sémantique, грек. semantikós «палăртакан» сăмахĕнчен, sema «паллă»), — тĕрлĕрен чĕлхе единицисен пĕлтерĕшĕсене тĕпчекен чĕлхе ăслăлăхĕн пĕр пайĕ (ăна тепĕр майлă семасиологи теççĕ). Кашни чĕлхе единици пĕлтерĕшне парадигматика тата синтагматика çыхăнăвĕсенче палăртма май пур. Акă парадигматика ретне çак сăмахсене кĕртер: юман, хурăн, хурама, вĕрене, ăвăс, хыр, чăрăш. Вĕсене пурне те йывăç сăмахпа палăртма пулать. Çав вăхăтрах, йывăç сăмаха тата тепĕр лексика-семантика парадигмине те кĕртме пулать: 1) юман, хыр, чăрăш, хурама — йывăç; 2) йывăç, тĕмĕ, чечек — ӳсен-тăран.

Палăрту паллисем (дифференциаци паллисем) пĕр пек пулманни те парадигматика ретне кĕрекен сăмахсен пĕлтерĕш уйрăмлăхĕсене кăтартма пулăшать. Сăмахран, вăрман сăмахăн раща, хырлăх тата ката сăмахсемпе танлаштарсан йывăçсем ӳсекен вырăна пĕтĕмĕшле палăртас сĕм пур; асăрхăр: раща — пысăках мар çулçăллă вăрман; хырлăх — хыр вăрманĕ; ката — пысăкахмар вĕтлĕх вăрман. Раща, хырлăх, ката сăмахсем, пĕр енчен, пĕлтербш тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕрне хирĕçле тăраççĕ. Тепĕр енчен, вĕсене кашнинех вăрман сăмахпа палăртма пулать. Вăрман семантика темин речĕ кунпах вĕçленмест-ха. Çак ретех юманлăх, чăрăшлăх, кăмăрлăх, çамлăх сăмахсене те кĕртме пулать. Вĕсен кашниннех пĕлтерĕш уйрăмлăхĕн сĕмĕсем пур.

Кай, çӳре, вĕç, иш, ут, чуп, йăркка, кил куçăм глаголсене илес пулсан, вĕсене пурне те пĕр ушкăна кĕртетпĕр, çавăнпа пĕрлех асăннă сăмахсене тĕрлĕ ушкăнсене уйăрма та пулать:

Стиль тĕлĕшĕнчен те пĕр парадигмăри чуп тата йăркка сăмахсем тан пĕлтерĕшлех мар. Парадигмăри сăмахсен ушкăнĕнче хирĕçтăру (оппозици) пурри курăнать, сăмахсем тĕрлĕрен ушкăнсене синонимсем пек, паронимсем пек, сăмахсен йăви пек, сăмахсен çемйи пек, лексика-семантика ушкăнĕсем пек, сăмахсен уйланкисем (вырăсла: поле) пек пĕрлешеççĕ.

Семантика саккунĕсене пĕлес тесен сăмахсене хăйсене уйрăммăн илсе тĕпчемелле мар. Сăмахсен пĕлтерĕш уйланкисем икĕ тĕрлĕ пулма пултараççĕ: 

Тепĕр енчен, вăл е ку сăмах ытти сăмахсемпе мĕнле çыхăнура пулма пултарнине (синтагматика çыхăнăвне) сăнамалла, çавна май пĕлтерĕш улшăнăвĕ пулнипе пулманнине асăрхамалла. Сăмахран, йывăç лартрăмăр тата пĕр машина йывăç тиесе кил-тĕмĕр тенĕ чух йывăç сăмах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пулни палăрать: пĕрремĕшĕнче йывăç — лартмалли хунав; иккĕмĕшĕнче йывăç — строительство материалĕ.




#Article 99: Сăмах (301 words)


Сăмах, — япаласене, вĕсен паллисене, пулăмсене, ĕç-хĕле ят паракан пĕлтерĕшлĕ чĕлхе единици. Ун кашни чĕлхерех хăйне килĕшекен фонетика, грамматика тата пĕлтерĕш паллисем пур. Сăмахăн лексика тата грамматика пĕлтерĕшĕсем пур: çын «ăсласа калаçма пултаракан чĕр чун» — лексика пĕлтерĕшĕ; çынсем — нумай хисепри, тĕп падежри япала ячĕ — грамматика пĕлтерĕшĕ.

Сăмах чĕлхе единицисем хушшинче тĕп вырăн йышăнать. Анчах ку тарана çитсе те чĕлхеçĕсем сăмахăн тĕп паллисене палăртса çитереймен-ха.
А.М. Пешковский чĕлхеçĕ уйрăм сăмахăн çак паллăсем пуррине кăтартать: 

Кашни сăмах сасăсенчен тăрать. Çав сасăсен пĕрлешĕвĕ пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Сасăсен пĕлтерĕшсĕр пуххине сăмах теме çук. Каланине çирĕплетме тĕслĕх илсе пăхар. Б.Н.Головин çырнă тăрăх, вырăс çынни урывчок, кульшша, утакан сасăсен пуххине сăмах теме пултараймасть, мĕншĕн тесен вырăс чĕлхинче вĕсен пĕлтерĕшĕ çук. Çав вăхăтрах утакан тени чăваш чĕлхинче сăмах шутланать, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ пур. Çапла вара, вăл е ку сасăсен пуххи сăмах пулнипе пулайманнине палăртас тесен унăн пĕлтерĕшне тупмалла. Сăмахсен семантикине тĕрĕс уçса пама чĕлхе пĕлни пулăшать. Кирек мĕнле чĕлхене вĕренме те сăмахсенчен пуçлатпăр. Вĕсем вара пире чĕлхен фонетикине, морфологине, синтаксисне вĕренме май параççĕ.

Сăмахăн янравĕпе пĕлтерĕшне пĕр-пĕринчен уйăрма çук, кунсăр пуçне тĕпчевçĕсем сăмахăн ытти паллăсем пуррине те кăтартаççĕ. Тĕслĕхрен, Н.М.Шанский унăн 15 уйрăм паллă пуррине палăртать. Вĕсенчен пиллĕкĕшне кăна сăмахăн тĕп паллисем шутне кĕртет:

Сăмаха Н.М.Шанский çакăн пек определени парать: «Сăмах — чĕлхе единици, хăйĕн пуçламăш форминче (вăл ударенисĕр сăмах мар пулсан) пĕр ударениллĕ пулать, унăн пĕлтерĕшĕ, лексикăпа грамматика уйрăмлăхĕсем тата пĕлтерĕш пытарăнчăклăхĕ пур».

Сăмах чĕлхере хăйне евĕр единица шутланать, вăл морфемăсенчен лексикăпа грамматика пĕлтерĕшĕсем пуррипе уйрăлса тăрать. Сасăсемпе пĕлтерĕш яланхи пĕрлĕх туни сăмаха фонемăран уйăрма май парать. Сăмах майлашăвĕсенче икĕ ударени пулма пултарать, анчах уйрăм сăмахсем пĕр тĕп ударениллĕ кăна пулаççĕ. Сăмахăн тĕп паллисенчен пĕри — кашни сăмахпах чĕлхере темиçе хут та усă курма май килни. Сăмаха ытти чĕлхе единицисенчен уйăрса илме ку çителĕксĕр, мĕншĕн тесен морфемăсем те, фразеологизмсем те чĕлхен хатĕр единицисем шутланаççĕ. 




#Article 100: Фонема (107 words)


Фонема (гр. phonema «сасă») — чĕлхери сасăсен тытăмĕн тĕп единици. Фонема — сăмахра е морфемăра кăна палăракан чĕлхе единици, вăл хăйне тĕллĕн, уйрăм çӳремест. 

Фонемăсен виçĕ тĕрлĕ функци пур: 

Пуплевре фонемăсем мар, вĕсен конкретлă представителĕсем — уйрăм сасăсем — палăраççĕ. Пуплевре пĕр-пĕр фонема шутне кĕрекен сасăсем, мĕнле сасăсемпе юнашар тăнине пула, кăшт та пулин урăхларах илтĕнеççĕ. Ун пек сасăсене аллофонсем, е фонемăсен варианчĕсем теççĕ. Танлаштарăр: уба — эбĕ, агă — игĕ, хужă— хӳжĕ. Ку тĕслĕхсенчи б, г, д хупă сасăсем хытă б, г, д фонема варианчĕсем е аллофонĕсем пулса тăраççĕ. 

Фонема хăй çынсен ăс-тăнĕнче упранакан абстрактлă единица шутланать. Фонемăсене чĕлхе наукин фонологи тата морфонологи пайĕсем тишкерсе тĕпчеççĕ.




#Article 101: Фонологи (100 words)


Фонологи (грек. phone «сасă» тата logos «сăмах, вĕрентӳ») — чĕлхе ăслăлăхĕн сасăсен функцине тĕпчесе вĕренекен пайĕ. Фонологи, фонетикăпа танлаштарсан, чĕлхе ăслăлăхĕн çӳллĕрех шайĕнче тăрать. Чĕлхе ăслăлăхĕнче фонетика термин анлă пĕлтерĕшлĕ фонетикăна та пĕлтерет, çав пĕрлĕхлĕ ăслăлăхăн пайĕсем фонетикăпа фонологи пулаççĕ.

Фонологи ăнлавĕсенчен чи палли «фонема» шутланать. Фонологире сасă терминпа та усă кураççĕ, мĕншĕн тесен сасăпа фонема пĕр-пĕринсĕр пулма пултараймаççĕ. Сасă вăл — фонемăн пуплеври представителĕ, ăна фонетика тĕпчет. Фонема — чĕлхен абстрактлă единици, вăл ăс-тăнра упранакан чĕлхе хатĕрĕ, ăна фонологи тĕпчет.

Пирĕн çĕршыври чĕлхе ăслăлăхĕнче икĕ фонологи шкулĕ тĕп вырăн йышăнать: пĕри Мускав фонологи шкулĕ, тепри — Ленинград фонологи шкулĕ. 




#Article 102: Фонетика (154 words)


Фонетика (грек. phone «сасă»), — чĕлхе ăслăлăхĕн сасăсене, вĕсене мĕнле каланипе илтĕннине, ударенипе интонацие тĕпчесе вĕренекен пайĕ.

Фонетика чĕлхе ăслăлăхĕсем хушшинче уйрăм вырăн йышăнать. Лексикологипе грамматика чĕлхен пĕлтерĕшлĕ единицисене (морфемăсене, сăмахсене, предложенисене) тишкерсе тĕпчеççĕ пулсан фонетика вара чĕлхен пĕлтерĕшсĕр единицисене — сасăсене — тĕпчет. Фонетика вĕрентнĕ тăрăх, сасă вăл — чĕлхе хатĕрĕсенчен чи пĕчĕк единици. Тĕслĕхрен, е союз — уйрăм сăмах, уйăракан союз шутланать. Е сассăн вара нимĕнле пĕлтерĕш те çук. 

Фонетика системине тĕрлĕрен тишкерсе тĕпчеме пулать: чĕлхен хальхи сасă тытăмне тишкерӳллĕ фонетика тĕпчет пулсан, унăн авалхи сасă тытăмне, аталану улшăнăвĕсене, тĕрлĕ ылмашăвĕсене историллĕ фонетика тĕпчесе вĕрентет. Тишкерӳллĕ фонетика сасăсене каланă чух пуплев органĕсем мĕнле ĕçленине тата сасă мĕнле илтĕннине, фонетикăн тĕп законĕсене, сасăсем пуплевре улшăнни-ылмашнине, ударенипе интонацие тĕпчесе ăнлантарать. Пĕтĕмĕшле фонетика чĕлхесен сасă тытăмĕн пĕтĕмĕшле законĕсене, этемĕн пуплев аппарачĕн тытăмне, вăл ĕçленипе сасă мĕнле пулнине тишкерет.

Чăваш фонетикине тĕпчесе вĕренесси XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче В. Шотт тĕпчевçĕн «De lingua tschuvaschorum, Berolini» (1842) ĕçĕнчен пуçланнă.




#Article 103: Пĕтĕçтерӳ (пуплев пайĕ) (178 words)


Союз (терминĕ вырăс чĕлхинчен йышăннăскер, вырăс чĕлхи ăна латин чĕлхинчи conjunctio сăмаха калькăласа куçарнипе тунă) — пĕр йышши членсене, хутлă предложенири уйрăм предложенисене пĕр-пĕринпе çыхăнтаракан пулăшу сăмахĕ. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче пĕтĕçтерӳ терминпа усă курнă.

Союз пулăшу сăмахĕ çеç, унăн лексика пĕлтерĕшĕ çук, вăл предложени членĕ те пулмасть. Союзсем сыпăнуллисем тата пăхăнуллисем пулаççĕ. Сыпăнуллă союзсем анчах, тата, та (те) пĕр йышши членсене е хутлă предложенири пĕр тан пайсене (предложенисене) çыхăнтараççĕ. Пĕлтерĕшĕсене кура виçĕ ушкăна уйрăлаççĕ:

Пăхăнуллă союзсем пĕлтерĕшĕсене кура пилĕк ушкăна уйрăлаççĕ: 

Асăннă союзсем пăхăнуллă хутлă предлсенчи пăхăнуллă предложенире тĕп предложенипе çыхăнтараççĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ пăхăнуллă предложени вĕçенче тăрать. 

Пăхăнуллă предложени умĕнче тăракан союз — мĕншĕн (ма) тесен. Пăхăнуллă предложенире икĕ енчен хуплакан союзсем те пур: енчен... пулсан, ешĕл... пулсан, эхер... пулсан. Ку союзсен иккĕмĕш компоненчĕ (пулсан) вырăнне -сан (-сен) аффикслă деепричасти е тăк (тĕк) союзлă сăпатлă глагол пулма пултарать (енчен... вулама тытăнсан, ытах... каять тĕк, эхер... килмесен).

Союзсем хисеп ячĕнчен (пĕр-пĕр, пĕрре-тепре), местоименисенчен (çапах, çавах), глаголсенчен (тесе, тесен, мĕншĕн тесен, пулсан, пулсан та, пулин те) пулса кайнă. Вырăс чĕлхинчен йышăннă союзсем те пур (ешĕл, хуть, атту, ни-ни).




#Article 104: Хисеп ячĕ (135 words)


Хисеп ячĕ, — хисепе кăтартакан, япаласен шутласа кайнă чухнехи йĕркине, ĕç миçе хут пулнине пĕлтерекен пуплев пайĕ. Хисеп ячĕн ыйтăвĕсем: миçе? миçемĕш? миçешер? миçен?

Хисепе кăтартакан тымар сăмахсем нумай мар: пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă, пиллĕк, улттă, çиччĕ, саккăр, тăххăр, вуннă, çирĕм, вăтăр, хĕрĕх, аллă, упшăл, çитмĕл, çĕр, пин. Ытти мĕнпур хисепсене çак тымарсен çыхăнăвĕпе кăтартаççĕ (вун çиччĕ, çирĕм тăваттă, çĕр вăтăр саккăр).

Хисеп ячĕ япала паллине унăн хисепе тĕлĕшĕнчен кăтартать, япала ятне ăнлантарса предложенире вăл определени пулать (çичĕ кун, виççĕмĕш класс, икшер кĕнеке). Япала ятне ăнлантарман чухне хисеп ячĕсем предложенин ытти членĕсем те пулма пултараççĕ.

Чăваш чĕлхинче хисеп ячĕсем çак ушкăнсене уйрăлаççĕ:

Хисеп ячĕсем япала ячĕсене ăнлантарнă чухне падеж тăрăх улшăнмаççĕ. Япала ячĕпе çыхăнман чух хисепĕсем ячĕ падеж тăрăх улшăнаççĕ.

Хисеп ячĕсемпе çыхăнакан япала ячĕсем нумай хисеп аффиксне йышăнмаççĕ: вунă çын, вуншар кун, миллионшар тенкĕ.




#Article 105: Пуплев пайĕсем (184 words)


Пуплев пайĕсем, — сăмахсен лексикăпа грамматика ушкăнĕсем. Пĕр ушкăна кĕрекен сăмахсен пĕлтерĕшĕ, морфологи паллисемпе грамматика категорийĕсем, улшăнаслăхĕ тата синтаксис функцийĕсем пĕр пек пулаççĕ.

Чăваш чĕлхинче 11 пуплев пайĕ: япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, ылмаш, глагол, ĕçхĕлтеш, евĕрлев сăмахĕ, хыçсăмах, союз, татăк тата чĕвĕ. Чăваш чĕлхинчи сăмахсем хăш пуплев пайне кĕресси, пĕтĕмĕшле илсен, контекстран килет теме пулать, çакна, тĕслĕхрен, лайăх, тĕрлĕ, вăйлă йышши сăмахсем аван  çирĕплетсе параççĕ. Пуплерĕшри вырăнне шута илсе япала ятне ăнлантарнă чухне вĕсене — паллă ячĕ, глаголпа çыхăннă чухне ĕçхĕлтеш тесе калаççĕ. Çапах та  кашни сăмаха харпăр пуплев пайĕпе çыхăнтарас йăла-йĕрке (традици) пур.

Пĕлтерĕшĕсене тата предложени тытăмĕнче хăйсене мĕнле тытнине шута илсе пуплев пайĕсене тулли тата пулăшу пĕлтерĕшлисем çине уйăраççĕ:

Чĕвĕ ку йĕркене кĕмест, мĕншĕн тесен вăл тулли пĕлтерĕшлĕ пуплев пайĕ пек пуплерĕш пайташĕ пулмасть, пулăшу пĕлтерĕшлисем пек, сăмахсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарма пулăшмасть, хăй те ыттисемпе çыхăнмасть.

Чĕлхери тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсем тулли мар пĕлтерĕшлисенчен уйрăлса тăраççĕ:

Тулли мар пĕлтерĕшлĕ сăмахсене урăхла пулăшу сăмахĕсем теççĕ, вĕсем йышлах мар. Ку ушкăна кĕрекен сăмахсен уйрăмлăхĕсем:

Пуплев пайĕн çак ик картлашкаллă классификацийĕ чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче 1950 çулсенче çирĕпленнĕ. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем çак классификацие модальлĕх сăмахĕсене хушаççĕ (М.Р.Федотов).




#Article 106: Сергеев Леонид Павлович (178 words)


Сергеев Леонид Павлович (1929, çĕртме, 3, Çурлатăри ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти. 

Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2002), Чăваш Республикин (1990) тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ. Чăваш Енĕн Патшалăх премин лауреачĕ (1992), Чăваш Енĕн Ăслăхпа ӳнер наци академийĕн Н. И. Ашмарин ячĕллĕ премин лауреачĕ (2002). 2000 çулта Раççей Федерацийĕн профессиллĕ аслă пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ятне панă

Тепĕртакран ăслăх ĕçне кĕрсе кайнă. Пĕр вăхăт Ăслăх тĕпчевĕсен институчĕн (халĕ ЧПГĂИ) чĕлхе пайне, вун икĕ çул (1972-1984) РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен ăслăх тĕпчев институчĕн Шупашкарти лабораторине ертсе пынă.

Леонид Павлович чăваш лексикографине те чылай пуянлатнă: «Чăваш чĕлхин тӳнтер словарьне», «Чĕлхе терминĕсен ăнлантаруллă словарьне», тĕрлĕ йышши фразеологи, синонимсемпе антонимсен тата орфографи словарĕсене пичетлесе кăларнă.

Ача пахчинчен пуçласа аслă шкул таранах Леонид Сергеев пухса хатĕрленĕ вĕренӳ кĕнекисемпе усă кураççĕ. Аслă шкулсем валли кăна 9 вĕренӳ кĕнеки пичетлесе кăларнă, вĕсенчен пĕри — «Чăваш чĕлхи» (ăна çырма В.И.Котлеев хутшăннă) Чăваш Республикин Патшалăх премине илме тивĕç пулнă.

Леонид Сергеев гуманитари ăслăхĕсен институчĕн ăслăх канашĕн пайташĕ. Аспирантсене ăслăх ĕçĕ-хĕлне кĕртес енĕпе чылайвăй хунă.




#Article 107: Ашмарин Николай Иванович (217 words)


Ашмарин Николай Иванович, (1870 çул, юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ Етĕрне хули, Етĕрне уесĕ Хусан кĕперни (халĕ Етĕрне районĕ, Чăваш Республики), Раççей империйĕ — 1933 çул, çурла уйăхĕн 26-мĕшĕ, Хусан хули, Тутар АССР, РСФСР, СССР). — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн улăпĕ, 17-пайлă чи пысăк Чăваш сăмахĕсен кĕнекине çырса хатĕрлекенĕ. СССР Ăслăх Академийĕн пайташ-корреспонденчĕ (1929).

Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине тата Мускаври Лазаревсен институтне  (1894) вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕнче тутар чĕлхи вĕрентнĕ (1894-1899).  Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр-тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн вĕрентӳçи (1920—1923). 

Николай Ашмаринăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, ката (раща) ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.

Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.

Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мифологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.

Н.И.Ашмарин пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçе-вĕçлĕхĕн теорине  никĕслекенсенсе пĕри, вăта юпа.

Вĕсен тематики питĕ анлă: 

т. ыт. те.




#Article 108: Ĕçхĕлтеш (101 words)


Ĕçхĕлтеш е Наречи (термина вырăс чĕлхинчен йышăннă), — ĕç паллине е паллăн паллине пĕлтерекен пуплев пайĕ. (хăвăрт ут, паян кил, ытла нумай, кăшт пысăкрах чул). Пуплерĕшре наречи глаголпа çыхăнать, каланăлăхташ пулать.

Пĕлтерĕшĕ тăрăх наречисене çакăн пек ушкăнлаççĕ:

Пулăве тĕлĕшĕнчен наречисем пĕрремĕшлисем тата иккĕмĕшлисем пулаççĕ. Пĕрремĕшле наречисем авалах пулса кайнă, вĕсем пĕлтерĕшĕ тăрăх чăн-чăн наречисем (паян, ĕлĕк, авал, аран, ахаль).

Иккĕмĕшле наречисем тĕрлĕ пуплев пайĕнчен пулнă: 

Мĕнлелĕх наречисем, паллă ячĕсем пекех, танлаштаруллă тата вăйлă формăсенче пулаççĕ. Танлаштаруллă форма -рах (-рех), -тарах (-терех) аффикс хушăннипе пулать: хăвăртрах, çапларах, хуллентерех, ытларах, ерипентерех.

Наречисен вăйлă форми наречие икĕ хут каланипе (хуллен-хуллен, аран-аран, тĕллĕн-тĕллĕн, вĕттĕн-вĕттĕн) пулать.




#Article 109: Хыçсăмах (218 words)


Хыçсăмах, — вĕçленекен сăмаха предложенири тепĕр сăмахпа çыхăнтарма пулăшакан пуплев пайĕ. Xыçсăмах тулли пĕлтерĕшлĕ сăмах хыçĕнче тăрса ăна ытти сăмахсемпе çыхăнтарать (Ку тутăра анне вапли илтĕм), апла пулсан хыçсăмах падеж аффиксене çывăх пулни курăнать.

Xыçсăмах умĕнчи сăмахсем (япала ячĕ, местоимени) тĕп, пару тата туху падежсенче пулаççĕ. Тĕп падеж формине ытти сăмахсемпе çак хыçсăмахсем çыхăнтараççĕ: вапли, витĕр, евĕр, каçа, каçхине, май, майăн, пек, пирки, пуçне, çинчен, тавра, таран, тăрăх, тери, урлă, хута, яхăн.

Пару падежне ытти сăмахсемпе çыхăнтаракан хыçсăмахсем йышлах мар: кура, пула, çити, çитиччен, хирĕç. Тĕп падеж хыççăн тăракан валли, май, тăрăх, урлă, яхăн хыçсăмахсем пару падежĕнчи сăмахсене те ыттисемпе çыхăнтарма пултараççĕ.

Туху падеж формине ытти сăмахсемпе пуçне, пуçласа, вара, урăх хыçсăмахсем çыхăнтараççĕ. Пуçне хыçсăмах туху падежĕсĕр пуçне çуклăх падежĕпе те çӳренине палăртмалла (мансăр пуçне, сансăр пуçне, кĕнекесĕр пуçне).

Xыçсăмах — улшăнман пуплев пайĕ, унăн нимĕнле категорисем те çук. Сайра хутра хăш-пĕр хыçсăмахсем (пек, пирки, таран, тери, яхăн) падеж аффиксĕсене, хăшĕ-пĕрисем -и тата -скер аффиксĕсене йышăнма пултараççĕ (ман пекки, карап пекскер; çур сехете яхăнсăр).

Пек, евĕр хыçсăмахсем танлаштару степенĕн аффиксне йышăнма пултарнине палăртмалла (ман пекрех, сан пекрех).

Хальхи хыçсăмахсем авал тулли пĕлтерĕшлĕ сăмахсемех пулнă, анчах та чĕлхе аталанăвĕнче вĕсем пĕр-пĕр формăра хытса ларнă та пулăшу пĕлтерĕшлĕ сăмахсене тухса кайнă: хыçсăмахсем япала ячĕсенчен (пуçне, валли, хута, çинчен), паллă ячĕсенчен (тавра, витĕр, хирĕç, урлă), глаголтан (кура, пула, çити, тесе) пулнă.




#Article 110: Глагол (402 words)


Глагол, — япала ĕçне-хĕлне пĕлтерекен пуплев пайĕ. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ĕçхĕл терминпа усă курнă, кайран вара вырăс чĕлхинче усă куракан термина илнĕ. Ĕçхĕл тенипе хальхи вăхăтра та анлăн усă курма май пур.  Глагол кăтартакан ĕç енпе калани, вăхăт, сăпат тата хисеп категорийĕсен формисенче палăрать.

Тайăм форми кăтартакан ĕç чăн пулнипе пулманнине, калаканĕ ĕç çине мĕнле пăхнине (сăмахран, ĕçе тума хушнине е ĕмĕтленнине, ĕçе пĕтĕмлетсе интересленни-интересленменнине) пĕлтерет. Глаголăн 4 калани пулать:

Вăхăт категорийĕн формисем ĕç каличчен малтан пулса иртнине (вуларăм, вуларăн, вуларĕ), халĕ пулса пынине (вулатăп, вулатăн, вулать) тата каланă хыççăн пулмаллине (вулăп, вулăн, вулĕ) пĕлтереççĕ. Кашни вăхăт формин ятарлă аффикссем пур.

Сăпат категорийĕ ĕçе кам тунине (калаканни, каланине итлекенни е пачах урăххи) пĕлтерет, çавăнпа виçĕ сăпат форми пулать: 1-мĕш сăпат — эпĕ вулатăп, 2-мĕш сăпат — эсĕ вулатăн, 3-мĕш сăпат — вăл вулать.

Хисеп категорийĕн формисем ĕçе пĕччен е темиçен тунине пĕлтереççĕ: эпĕ вулатăп — эпир вулатпăр, эсĕ вĕрентĕн — эсир вĕрентĕр, вăл ĕçлĕ— вĕсем ĕçлĕç.

Глагол системинче сăпатлă тата сăпатсăр формăсем пур. Сăпатлă формăсем шутне наклонени, вăхăт, сăпат тата хисеп формисем кĕреççĕ, вĕсем предложенире сказуемăй пулаççĕ.

Сăпатсăр формăсем виççĕ: инфинитив (вулама, вуламашкăн), причасти (вуланă, вулас, вулакан, вуламалла, вулан, вуланçи, вулин, вули-вулами) тата деепричасти (вуласа, вуласассăн, вуласан, вула, вуличчен, вуламассерен, вуланăçем, вулуçăн).

Сăпатсăр формăсем предложенире тĕрлĕ член пулма пултараççĕ.

Глагол ĕç пулнипе пулманнине, ĕçе тума пултарнипе пултарайманнине кăтартма пултарать, вĕсене ятарлă формăсем пĕлтереççĕ. Ун пек формăсене глаголăн аспекчĕсем теççĕ. Пурĕ тăватă аспект: 

Залог категорийĕ чăваш чĕлхинче аталанайман. Мĕнпур глаголăн тĕпĕ çумне -т (-ар, -ер), -тар (-тер) аффикс çеç хушăнма пултарать. Ун пек , аффикслă формăсем ĕçе тума хистернине пĕлтереççĕ, çавăнпа вĕсене хистев залогĕ шутне кĕртме пулать.

Глагол тĕпĕ çумне -кала (-келе) аффикс хушăнма пултарать (вулакала, ĕçлекеле, вылякапа, чупкала), унашкал форма ĕçе темиçе хут тунине пĕлтерет. Çавăнпа та ку аффикслă формăна темиçе хут форми теççĕ.

Иккĕмĕшле глаголсем морфологи мелĕпе пулаççĕ. Глагол тăвакан тухăçлă аффикссем: -ла (-ле), -лан (-лен), -лаш (-леш), -лат (-лет), -тат (-тет). Вĕсем япала ячĕ, паллă ячĕ, евĕрлев сăмахĕ çумне хушăнса тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ глагол тăваççĕ: ташла, кĕрле, çиллен, апатлан, туслаш, майлаш, тĕреклет, нăйлат, йăлтăртат, чĕвĕлтет.

Чăваш чĕлхинче -ăн (-ĕн), -ăл (-ĕл) аффикссем иккĕмĕшле глаголсем тăваççĕ, вĕсем ытларах глагол тĕпĕ кăтартакан ĕç субъект çине куçнине пĕлтереççĕ: çап — çапăн, тап — тапăн, сут — сутăн, çĕт — çĕтĕл, тăс— тăсăл.

Чĕлхери -ăç (-ĕç), -ăш (-ĕш) аффикслă глаголсем те — иккĕмĕшле глаголсем, вĕсем хире-хирĕç тунă ĕçе палăртаççĕ (пуплеш, виртлеш, калаç, ятлаç, çапăç, тытăç). Асăннă аффикссемлĕ глаголсем чăваш чĕлхинче нумаях мар.

Залогсем




#Article 111: Иртнĕ вăхăт (156 words)


Иртнĕ вăхăт, — каличчен пулса иртнĕ ĕçе пĕлтерекен глагол форми (вуларăм, ĕçлерĕ, тăрăшрĕç). 

Чăваш чĕлхинче иртнĕ вăхăт формисем темиçе: 

Ку  иртнĕ вăхăт формисен пĕлтерĕшĕ тата тытăмĕ кашнин тĕрлĕрен. Усă курас тĕлĕшпе те вĕсем пĕр пек мар.

Кунсăр пуçне хăшпĕр тури калаçусенче иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтăн хăйне майлă конструкцийĕ пуррине асăрхамалла. Вăл -са/-се аффикс хушăннипе пулать: вуласа, кайса, çырса, пĕлсе, ĕçлесе... (Чăн та, глаголăн пурлă формипе çеç пулса иртет ку). Çавна май иртнĕ умĕнхи вăхăт I тата иртнĕ умĕнхи вăхăт II тенисен çыхăнăвĕ яр уççăн курăнса тăрать: вĕсем иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтăн тĕрлĕ формисен никĕсĕ çинче аталаннă теме пулать.  . Енчен те кусем пур калаçусенче те тата литература чĕлхинче сыхланнă пулсан, иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтăн леш -са/-се аффикслă конструкцийĕ пирки апла калама çук. Вирьял калаçавĕсенче иртнĕ паллăлăхсăр вăхăтан икĕ конструкцийĕ те пур: -са/-се аффикслă форма пур та, -нă/-нĕ (-ман/-мен) аффикслă форма çук тесе шутлама сăлтавсем пачах та çук.

Иртнĕ вăхăт формисем нумай, анчах та вĕсем пĕр пĕтĕмĕшле çыхăнăва пĕрлешни курăнать. 




#Article 112: Хушма ĕçхĕл (173 words)


Хушма ĕçхĕл е деепричасти, — глаголăн сăпатсăр форми, урăхла каласан вăл наклонени, вăхăт, хисеп тата сăпат тăрăх улшăнман сăмах. 1920-1930 çулсенче шкулти вĕренӳ кĕнекисенче ĕçхĕлтеш терминпа усă курнă. Деепричасти тĕп ĕç çумĕнчи хушăмлă ĕçе пĕлтерет (васкаса тумлантăм; ĕçлемесĕр пурăнать; тăрăшсан пулать), предложенире яланах глаголăн сăпатлă формине ăнлантарать, ытларах чухне каланăлăхташ пулать.

Чăваш чĕлхинчи деепричастисене икĕ ушкăна уйăраççĕ: 

Хăш-пĕр деепричасти формисен хирĕçлев аспекчĕ пур, вăл глагол тĕпĕ çумне -ма (-ме) аффикс хушăннипе пулать: вуласа — вуламасăр, итлесе — итлемесĕр; вуласан — вуламасан, итлесен — итлемесен. -л (-е) аффикслă деепричасти формине пуплевре ытларах икĕ хут калаççĕ: вула-вула, чупа-чупа, сике-сике.

Уçă сасăпа пĕтекен глагол тĕпĕ çумне уçă сасăпа пуçланакан деепричасти аффиксĕсем хушăннă чухне морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем пулса иртеççĕ (пĕр уçă сасси тухса ӳкет е икĕ уçă сасă хушшине хупă сасă кĕрсе ларать):

Чылай деепричасти форми, -иччен тата -а (-е) аффикслисемсĕр пуçне, чăваш чĕлхинче çеç тĕл пулать, вĕсем ытти тĕрĕк чĕлхисенче çук.

Хăш-пĕр деепричасти формисем чĕлхе аталанса пынă май хыçсăмаха (каçа, кура, пула), союза (тесе, тесен, пулсан, мĕншĕн тесен, пулсан та), татăка (пулсан, пулин) тухса кайнă.




#Article 113: Хальхи вăхăт (115 words)


Хальхи вăхăт, — ĕç каланă вăхăтра пулнине кăтартакан вăхăт. Хальхи вăхăт форми глагол тĕпĕ çумне -ат (-ет) аффикс хушăннипе пулать, ăна хальхи вăхăт аффиксĕ. теççĕ.

Уçă сасăсемпе пĕтекен глаголсем çумне -ат (-ет) аффикс хушăннă чухне морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем (пĕр уçă сасă тухса ӳкни, хупă сасă кĕрсе ларни) пулса иртеççĕ:

Хальхи вăхăтăн хирĕçлев аспекчĕ -мас (-мес) аффикспа пулать: вуламастăп, пĕлместĕп. Р сасăпа пĕтекен вунă глагол (пар, пер, тăр, тата ыттисем) тĕпĕнчи Р сасă хирĕçлев аспектĕнче тухса ӳкет: пар— памастăп, йĕр— йĕместĕп, пер— пеместĕп.

Хальхи вăхăт формин пĕлтерĕшĕсем: 

Хальхи вăхăт форми пур глагол тĕпĕсенчен те пулать.

Çавăн пекех хальхи вăхăт формисем хĕсĕнсе кĕскелме пултарнине те каласа хăвармалла. Калăпăр, кулленхи калаçура е поэзире. Гаплологие çывăх пулăм ку.




#Article 114: Хисеп (грамматика) (156 words)


Хисеп, — япала ячĕпе глаголăн япала пĕчченнине е нумаййине тӳрех е унăн ĕçĕ урлă кăтартакан грамматика категорийĕ.

Чăваш чĕлхинче хисеп категорийĕ икке уйрăлать:

Вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçле ăнлавсем. Тĕслĕхрен, япала ячĕн хисеп категорийĕ япала е пĕчченнине, е нумаййине пĕлтерет. Япала ячĕ пĕрреллĕ хисеприне кăтартакан ятарлă аффикс çук (сĕтел, çын, лаша, юман). Япала нумаййине пĕлтерме пуçламăш формăри япала ячĕ çумне чăваш литература чĕлхинче -сем аффикс хушăнать: сĕтелсем, çынсем, лашасем, юмансем. Чăваш чĕлхинче шутласа кайма май пур кашни япала ятĕнченех нумайлă хисеп форми тума май пур. Яланах нумайлă хисеп форминчи япала ячĕсем чăваш чĕлхинче тĕл пулмаççĕ. Хăш-пĕр чухне япала ячĕн нумайлă хисеп форми япала нумаййине пĕлтермест, тĕсл.: Эпĕ Кольăсем патне кайрăм.

Глаголăн хисеп форми ĕçе тăваканни миçен (е пĕччен, е нумаййăн) пулнине пĕлтерет. Пĕрреллĕ хисеп форминче хисепе пĕлтерекен ятарлă паллă (аффикс) çук; япала ячĕ пекех, вăл нумайлă хисеп форминче çеç тĕл пулать. Танлаштарăр:

Глаголăн сăпатсăр формисем (причастипе деепричасти тата инфинитив) япала ячĕ пĕлтерĕшлĕ мар чухне нумайлă хисеп форминче пулмаççĕ.




#Article 115: Пулас вăхăт (141 words)


Пулас вăхăт, — глагол вăхăчĕсенчен пĕри, каланă хыççăн пулакан ĕçе пĕлтерет. Ытти вăхăт формисемпе танлаштарсан пулас вăхăтăн ятарлă морфологи палли — аффикс çук. Сăпат аффиксĕсем тӳрех глагол тĕпĕ çумне хушăнаççĕ. Сăпатлану парадигми çакăн пек:

Хирĕçлев аспекчĕн аффиксĕ -м глаголăн тĕпĕпе сăпат аффиксĕ хушшине кĕрсе ларать. Пултараслăх аспекчĕн аффиксĕ -ай (-ей): çырайăп, вулайăп, ĕçлейĕп. Ку формăран -м аффикс хушăннипе пултарайманлăх аспекчĕ пулать: çыраймăп, вулаймăп, ĕçлеймĕп.

Глагол тĕпĕ уçă сасăпа пĕтсен морфемăсен чиккинче — глагол тĕпĕпе аффикс пĕрлешнĕ тĕлте — фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ: 

Пулас вăхăт формин пулăвне чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче урăхла та ăнлантараççĕ: вăхăт пĕлтерĕшне глагол тĕпĕпе сăпат аффикс хушшине кĕрсе ларакан -ă (-ĕ) аффикс кăтартать, анчах та чăваш фонетикин законне пула морфемăсен чиккинчи пĕр уçă сасси тухса ӳкет (çырăп  çыр + ă + ăп, чупăп  чуп + ă + ăп).

Пулас вăхăт çинчен чи малтан чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикинче (1769) çырса кăтартнă.




#Article 116: Назарова Маргарита Петровна (142 words)


Назарова Маргарита Петровна, — тигрсен укротительници. 1926 çулхи чӳк уйăхĕн 26 Ленинград облаçĕнчи Пушкин хулинче çуралнă. 2005 çулхи юпа уйăхĕн 28 Чулхула хулинче вилнĕ.

РСФСР халăх артистки. 

Маргарита Назаровăн ашшĕ вăрманçă, амăшĕ вĕрентекен пулнă. 15 çулхи хĕрачана фашистсем Гамбург хулине ăсатнă. Унта ăна малтан кил тарçи, кайран вара кабаре артисчĕ  пулса ĕçлеттернĕ. 1945 çулта Назарова хăйĕн тăван çĕршывне таврăннă. Çав çулах вăл Ригăра вырнаçнă цирка акробатика этючĕпе ĕçлеме кĕнĕ. Хуллен майĕн Маргарита Назарова хăйĕн программине чĕрчунсене кĕртме пуçланă — йытăсене, лашасене. Çавăн пекех цирк мотогонщици пулса пăхнă.

VI пĕтĕм тĕнчери студентсемпе çамрăксен фестиваленче Назарова тата Константиновский «Водная феерия» программине кăтартнă. Вăл программăшăн вĕсем фестивалĕн ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă. Фестиваль хыççăн çăвăн пекех вĕсене «Полосатый рейс» фильмра ӳкерĕнме чĕннĕ.

Маргарита Назарова пĕррехинче хăйĕн çине гастроль вăхăтĕнче тигр тапăннă хыççăн сцена çинчен кайнă. Çамрăк чухнех Чулхулара панă хваттерĕнче хăйĕн юлашки çулĕсене пĕчченех чухăнлахра иртернĕ.




#Article 117: Хупă сасăсем (171 words)


Хупă сасăсем, — улăшăнман, сывлăш çулĕ çинчи тĕрлĕ чăрмавсене сирсе пулнă сасăсем. Чăрмавсем хупă сасăсене каланă чух тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ майпа пулаççĕ, çавăнпа вĕсене артикуляци тĕлтен икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ: 

Тутапа калаканнисем хушшинче икĕ тутапа калакан сасăсем (п, п', б, б', м, м), тутапа-шăлпа калакан хупă сасăсем (в, в) пур. Чĕлхе тӳрчĕн хăш пайĕ ĕçе хутшăннине кура чĕлхепе калакан хупă сасăсем хăйсем те тĕрлĕ ушкăнсене уйрăлаççĕ:

Акустика тĕлĕшĕнчен хупă сасăсене икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ — шавлă хупă сасăсем тата янăравлă хупă сасăсем. Шавлă хупă сасăсем сăмахри позицие кура янăраканнисем тата янăраманнисем пулаççĕ. Сывлăш юхăмĕ чăрмавсене мĕнле çĕнтернине шута илсе шавлă тата янăравлă хупă сасăсем хăйсене вакрах ушкăнсене уйăраççĕ.

Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче фонема пулакан хупă сасса уйăрса палăртас тĕлпе тĕрлĕ ученăйсем тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. Пĕрисем 33 хупă фонема уйăраççĕ (В.И.Котлеев чĕлхеçĕ), теприсем 17 теççĕ, П.Я. Яковлев чĕлхеçĕ вара 26 фонемăна палăртать.

Чăваш алфавитĕнче: Бб, Вв, Гг, Дд, Жж, Зз, Йй, Кк, Лл, Мм, Нн, Пп, Рр, Сс, Çç, Тт, Фф, Хх, Цц, Чч, Шш, Щщ

Чăваш сăмахĕсенче хупă сасăсен çирĕп йĕрки пур: 




#Article 118: Çемçе хупă сасăсем (128 words)


Çемçе хупă сасăсем, — чĕлхе тӳрчĕн вăтам пайĕ çăвар маччи çумнелле çĕкленнипе пулакан хупă сасăсем. Фонемăпа фонемоид пулакан çемçе хупă сасăсем çаксем:j, л', н', ç, т', ч, z', ҷ, j:, л':, н':, в', д', к', м', п', р', х', ш. Кунта кăтартнă сасăсенчен вун виççĕшĕн хытă мăшăрĕсем пур: в'- в, п'-п, т'-т, д'-д, к'-к, х'-х, ш'-ш, л'-л, м'-м, Н'-н, р'-р, л':-л, н':-н. Тĕп чăваш сăмахĕсенче тĕл пулакан j, j:, ç, ч, ҷ, z' сасăсен хытă мăшăрĕсем çук, вĕсем яланах çемçе.

Çемçе хупă сасăсем, сингармонизм саккунне пула, тĕпрен илсен, çемçе уçă сасăсемпе юнашар тăраççĕ (кил, çимĕç, хĕвел, мĕн), анчах та хăш-пĕр çемçе хупă сасăсем (ç, ч, л', н', т', z', ч,) çумĕнче хытă уçă сасăсем те (а, ы, ă, у) пулма пултараççĕ (çывăх, çаран, чылай, выл'ăх, курат', уză, ач'а).




#Article 119: Çемçе уçă сасăсем (127 words)


Çемçе уçă сасăсем, — малти ретри уçă сасăсем (и,э,ĕ,ӳ). Çак термин чăваш чĕлхине вĕрентмелли шкул учебникĕсенче çирĕпленнĕ. Çемçе уçă сасăсен артикуляцийĕнче чĕлхе пĕтĕм калăпăшĕпе малалла туртăнни тĕп вырăн йышăнать. Ăна, тĕслĕхрен, а тата э сасăсене умлă-хыçлă каланине сăнаса лайăх асăрхама пулать. Э сасса каланă чух чĕлхе хăйĕн мĕнпур калăпăшĕпе малалла, а сасса каланă чух — каялла туртăнать.

Çемçе уçă сасăсем пусăм (çӳллĕш) палли тăрăх пĕр пек мар. И тата ӳ сасăсем — чи çӳлти пусăмри уçă сасăсем. И сасса каланă чух чĕлхене тата кăшт çӳлерех çĕклентерсен вăл хупă сасса куçса каять. Э тата ĕ сасăсем пусăм палли тĕлĕшĕнчен кăшт аяларах тăраççĕ.

Çемçе уçă сасăсемпе юнашар тăракан хупă сасăсем, сингармонизм законне пула, яланах çемçе пулаççĕ. Чăваш чĕлхинче çемçе уçă сасăсем хытă уçă сасăсемпе (а, ă, у, ы) мăшăрлă.




#Article 120: Уçă сасăсем (331 words)


Уçă сасă, — сывлăш юхăмĕ çăвар хăвăлĕпе ирĕккĕн, нимĕнле чăрмавсăр тухнипе пулакан сасă. Вăл сыпăк тăвакан сасă, çавăнпа та ăна сыпăк тĕвви теççĕ. Чăваш сăмахĕнче миçе уçă сасă, çавăн чухлĕ сыпăк (ла-ша, кĕ-не-ке, пĕл-тĕр-хи-сем).

Уçă сасăсене артикуляципе акустика тĕлĕшĕнчен хаклаççĕ. Артикуляци тĕлĕшĕнчен уçă сасăсем пĕр-пĕринчен виçĕ паллăпа уйрăлса тăраççĕ: рет, çӳллĕш (е пусăм) тата тута паллисемпе. Тĕп чăваш сăмахĕсенче 8 уçă сасă.

Сингармонизм сакунне (рет килĕшĕвне) пула уçă сасăсем икĕ ушкăна: малти ретри уçă сасăсене (э, ĕ, и, ӳ) тата кайри ретри уçă сасăсене (а, ă, ы, у) пайланаççĕ. Шкул учебникĕсенче вĕсене çемçе уçă сасăсем тата хытă уçă сасăсем теççĕ. Аффикссем икĕ вариантлă пулнăран уçă сасăсене çакăн пек мăшăрсене уйăрма пулать: а — э, ă — ĕ, ы — и, у — ӳ.

Акустика тĕлĕшĕнчен илсен уçă сасăсен шутне сасă чĕлĕхĕсем чĕтренни кĕрет. Сасă чĕлĕхĕсем чĕтренмесĕр пĕр уçă сасă та пулмасть.

А тата ĕ уçă сасăсене кĕске уçă сасăсем, ыттисене — тулли (е вăрăм) ,уçă сасăсем теççĕ. Тулли уçă сасăсен (а, э, ы, и, у, ӳ) пахалăхĕ ударениллĕ сыпăкра та, ударенисĕрринче те пĕр пек, вăл улшăнмасть.

Кĕске уçă сасăсем пахалăх редукцине парăнаççĕ: ударенисĕр сыпăксенче çав сасăсем самаях урăхла илтĕнеççĕ, хăш-пĕр чухне питĕ кĕскелнипе сăмахран пачах тухса ӳкеççĕ (эпĕ — эп, эсĕ — эс, çичĕ — çич ача, вунă — вун кĕнеке, пултăран — пултран, пурăнăç — пурнăç).

Тĕп чăваш сăмахĕсенче уçă сасăпа юнашар хупă сасăсенчен чылайăшĕ пулма пултарать, анчах та икĕ уçă сасă юнашар тăма пултараймасть. Ку вăл чăваш фонетикин тĕп сакунĕсенчен пĕри. Уçă сасăсем сăмахăн пур позицийĕсенче те (пуçламăшĕнче те, варринче те, вĕçĕнче те) пулма пултараççĕ (арман, лаша, упа, пулă, çыру). Ы сăмахĕн малти пĕрремĕш иккĕмĕш буквинче кăна пулма пултарать. Хытă сăмах тымарĕсенче малти ретри и сасă нихăçан та тĕл пулмасть, аффикс пулаканни вара çемçе сăмахсенче те, хытă сăмахсенче те пулать, тĕслĕхрен: çимĕç, тиле, эпир, ĕни, кĕпи, лаши, вăрманти, хулари, кăмаки.

Уçăлакан сасси урăх уçă сасăпа улăшăнма пултарать, а вырăнне у, и пулма пултарать.

Чăваш чĕлхинче:

Хыттисем: Аа, Ăă, Уу, Ыы

Çемçисем: Ее/Ээ, Ĕĕ, Ӳӳ, Ии

Вырăс сăмахĕсенче:

Оо, Ёё




#Article 121: Диалектологи (368 words)


Диалектологи, — чĕлхе ăслăлăхĕн вырăнти калаçусене тĕпчесе вĕренекен пайĕ. Чăваш диалектологиĕ чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсене, вĕсен уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене пухса тĕпчет, ăнлантарса парать. Вырăнти калаçусенчи уйрăмлăхсем чĕлхен тĕрлĕ сийĕсенче (сăмах йышĕнче, сасă тытăмĕнче, грамматика системинче) палăраççĕ. Çав уйрăмлăхсене пухса тĕпчесе диалектологи вĕсем мĕнле сарăлнине, вĕсен чиккисене палăртать. Тĕрлĕ уйрăмлăхсен чиккисем пĕр пек килсе тухни чĕлхене вак ушкăнсем çине уйăрма май парать: диалект, вырăнти калаçу (выр. говор), вак калаçу (выр. подговор). Вак калаçу — чи пĕчĕк территори йышăнакан диалект ушкăнĕ. Темиçе вак калаçу вырăнти калаçăва (говор) пĕрлешет, темиçе калаçу вара хăй пĕр диалекта (диалектсен классификацийĕнчи пысăк ушкăна) пĕрлешет.

Вырăнти калаçусен тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тĕпчесе чăваш чĕлхине виçĕ ушкăна уйăраççĕ:

Кунта асăннă кашни ушкăна вырăнти калаçăвăн паллăрах, анлă сарăлнă уйрăмлăхĕсене шута илсе палăртнă. Тĕслĕхрен, тури диалекта анатри диалектран уйăрмалли тĕп паллăсенчен пĕри — чăваш сăмахĕсен пуçламăш сыпăкĕнче у е о калани (пур — пор, улттă — олттă, упа — опа). Ку вăл — фонетика уйрăмлăхĕ. Диалектсен классификацине тунă чухне пĕр уйрăмлăха мар, фонетикăпа лексикăри тата грамматикăри тĕрлĕ уйрăмлăхсене шута илеççĕ.

Кашни диалектра хăйĕнче вырăнти калаçăвăн вакрах уйрăмлăхĕсем пур. Вĕсем мĕнле территорире сарăлнине тĕпе хурса тури диалектра пĕчĕкрех ушкăнсем — вырăнти калаçусем пуррине палăртнă.

Н.И. Ашмарин профессорăн 1898 çулта Хусанта пичетленсе тухнă «Материалы для исследования чувашского языка» кĕнеки вĕçĕнче тури чăвашсен пĕр калаçăвне (хальхи Етĕрне районне кĕрекен Пушкăрт ялĕн калаçăвне) тĕплĕ çырса кăтартнă. Революциччен диалектологипе çырнă ĕç урăх пулман.

Чăваш диалектологине пуçарса яраканĕ — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи Т.М. Матвеев. Вăл 1920-мĕш çулсенче республикăри ялсене тухса çӳресе пуян та паха материал пухнă. Çав материала тишкерсе-тĕпчесе Т.М.Матвеев 1930 çулта «Краткий обзор чувашских диалектов» ятлă пысăк ĕç пичетлесе кăларнă. Кунта вăл вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене палăртнă, вĕсен чиккисене май пур таран кăтартса тухнă; чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче пуçласа диалектсен классификацине çырса кăтартнă.

Чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсен материалĕсене пухса тĕпчес ĕç Тăван çĕршывăн аслă вăрçи хыççăн çеç вăй илнĕ: 1950—1970 çулсенче ятарлă программăсемпе чăвашсем пурăнакан Тутарстанра, Пушкăрт Республикинче, Самара, Ульяновск, Саратов, Пенза, Оренбург облаçĕсенче экспедицисем ирттернĕ, пухнă материала пĕтĕмлетсе темиçе кĕнеке, словарьсем пичетлесе кăларнă. 1960 çулсен вĕçĕнче «Чăваш чĕлхин диалектологи атласне» хатĕрлесе çитернĕ. Диалектологи тĕпчевĕсене ку вăхăтра А.С. Канюкова, Р.И. Цаплина, И.А.Андреев, Л.П. Сергеев, Г.Е. Корнилов, А.А. Алексеев, Н.П. Петров тата ытти чĕлхеçĕсем ăнăçлă туса пынине палăртмалла. Каярах диалектологи тĕпчевĕсене Л.П. Петров, А.П. Долгова, А.А. Сосаева чĕлхеçĕсем хутшăнчĕç.




#Article 122: Вырăнти калаçу (115 words)


Вырăнти калаçу, — диалектăн пĕчĕкрех пайĕсенчен пĕри.

Диалект вырăнти калаçусенчен тăрать, калаçусем вара диалект тытăмĕнче темиçе те пулма пултараççĕ. Кашни вырăнту калаçăвăн хăйне евĕр уйрăмлăхсем пур, вĕсем пĕр калаçăва тепринчен уйăрса тăраççĕ. Çав хушăрах вĕсен тĕп паллисем пĕр пек, çавăнпа пĕр диалект тытăмне кĕреççĕ.

Вырăнти калаçу сарăлнă территори пысăк та, пĕчĕк те пулма пултарать. Диалектологи литерутуринче «вырăнти калаçу» тата «диалект» терминсене синонимлă усă курни те тĕл пулать. Уйрăм ял калаçăвне сăнласа кăтартнă чухне те «вырăнти калаçу» терминпа усă кураççĕ, тĕслĕхрен: «Сĕнтĕр калаçăвĕ», «Муркаш калаçăвĕ», «Кавал калаçăвĕн уйрăмлăхĕсем» (кун пек чух, пуплев чăвашла тĕрĕс тухтăр тесе, терминри «вырăнти» сăмаха кăларса пăрахаççĕ).

Вырăнти калаçу хăй вакрах пайсем çине уйрăлма пултарать, çакна чăваш диалекчĕсен классификацийĕ лайăх çирĕплетсе парать.




#Article 123: Матвеев Тимофей Матвеевич (208 words)


Матвеев Тимофей Матвеевич, — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи, педагог, редактор, малтанхи шкул вĕренӳ кĕнекисен авторĕ. 1884 çулхи кăрлачăн 25 халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районне кĕрекен Палтиел ялĕнче çуралнă. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 10 Соликамск хулинче вилнĕ.

Тимофей Матвеев чăваш чĕлхи ăслăхĕнче пысăк йĕр хăварнă. Унăн пĕрмĕш тĕпчевĕ — «Грамматика чувашского языка» (1919). Ку вăл тĕрлĕ семинарисемпе училищĕсенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ пособи. Унта чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине çырса кăтартнă. Çак кĕнекене И.Я.Яковлев пысăка хурса хакланă.

Тимофей Матвеев чăваш диалекчĕсене тĕпчес тĕлĕшпе нумай вăй хунă: аспирантурăра вĕреннĕ вăхăтра, СССР Ăслăлăхсен академийĕн планĕ тăрăх, Чăваш республикинчи ялсем тăрăх çулсерен экспедицире çӳренĕ, нумай материал пухнă. Вĕсене тишкерсе пĕтĕмлетнĕ хыççăн 1930 çулта «Краткий обзор чувашских диалектов» ятпа пичетлесе кăларнă. Хăйĕн тĕпчевĕнче чăваш чĕлхин диалекчĕсемпе калаçăвĕсен уйрăмлăхĕсене, вĕсен ушкăнĕсене пуçласа палăртнă.

Тимофей Матвеев лексикографире те нумай ĕçленĕ, Н.И.Ашмарин вилнĕ хыççăн унăн словарĕн VI—XI томĕсене редакциленĕ. 1931 çулта вăл ертсе пынă авторсен ушкăнĕ 10 пин сăмахлă «Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнеки» пичетлесе кăларнă. Хăй вăхăтĕнче çак словарь шкул ачисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те питĕ кирлĕ справочник пулнă.

Тĕпчевçĕ халăха вĕрентес ĕçе те вăйлă хутшăннă: вăл шкулсем валли 1920—1930 çулсенче хатĕрленĕ программăсемпе вĕренӳ кĕнекисен, вĕренӳ пособийĕсен авторĕ. Ку ĕçе Ф.Т. Тимофеевпа (Тимухха Хĕветĕрĕпе) пĕрле туса пынă. Чăваш литература чĕлхин нормисемпе орфографи правилисене хатĕрлес ĕçре те Тимофей Матвеев тӳпи пысăк.




#Article 124: Шăмăршă районĕ (312 words)


Шăмăршă районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн кăнтăр енче вырнаçнă. Районăн администрациĕ Шăмăршă салинче.

Çурçĕр енче Патăрьел районĕпе, хĕвеланăç енче Улатăр районĕпе, хĕвелтухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Тутарстанăн Çĕпрел районĕпе тата Чĕмпĕр облаçĕпе, хĕвелтухăç енче Тутарстанăн Пăва районĕпе чикĕленет.

Шăмăршă районĕн территоринче Тутарстанăн виçĕ анклавĕ вырнаçнă, çавăн пекех Шăмăршă районĕн анклавĕсем Тутарстанпа Чĕмпĕр облаçĕ чиккинче (Улмаллă ял), Тутарстанăн Çĕпрел районĕнче (Канаш паçулки) тата Тутарстанăн Пăва районĕнче (Максим Горький паçулки)вырнаçнă.

Пĕрремĕш хут Хырла тăрăхĕпе унти ялсем пирки XVI ĕмĕр варринчи, вырăс çарĕсем Хусан ханлăхĕне хирĕç çапăçма кайнă вăхăтри хутсенче асăнаççĕ. Анчах ку вырăнсенче çынсем авалранах пурăннă. Археологсем Никишкинăпа Улмаллă ялĕсем патĕнче ĕлĕххи пурăнмалли вырăнсене тупнă. IX–XIII ĕмĕрсенче Шăмăршă тăрăхĕ Атăлçи Пăлхара кĕнĕ. 1236-мĕш çулта монгол-тутарсен çарĕ Атăлçи Пăлхара аркатнă хыççăн, нумай çынна вĕлернĕ, ыттисем вăрмансене тарнă. Вара çак вырăнта «тискер хир» пулса кайнă.

XVI ĕмĕр варринчен, Хусан ханлăхĕ Раççей патшалăхне кĕнĕ хыççăн, çынсем каллех кунта пурăнма тытăнаççĕ. Иккĕ тапхăра палăртаççĕ:

Çак ялсене Чăваш республикин çурçĕр тата вăта районсенчи чăвашсем, Кокшайск уесĕнчи çармăссем, Хусан уесĕнчи чăвашсемпе тутарсем, Улатăр уесĕнчи ирçесем никĕсленĕ.

Халăх йышлăхĕ — 1 тв. çм. 23 çын пурăнать.

Наци йышĕпе çакăн пек тăрăм: чăвашсем - 78%, тутарсем - 11%, вырăссем - 6,9%.

Район вăрманпа хирлĕ вăрман зонисен чиккинче вырнаçнă. Кăнтăр хĕвелтухăç пайĕнче хура çĕр çинче хирсем вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç пайĕсенче Сăр тăрăхĕнчи вăрман вырнаçнă. Районăн пысăк пайне (56 %) вăрман йышăнать. Унта хыр вăрманăнĕ анлă сарăлнă, хутăш хурăнпа ăвăс ӳсет. Вăрмансен 54 % хыр йышăнать,  8 % - юман, çĕмçĕ çулçăллă йывăçсем (ăвăс, хурăн, çăка) -  35 %. Вăрманта пăши, сăсар, путене, хир чăххи пурăнать. Пасна хĕрринче хăнтăрсем пурăнаççĕ. Шăмăршă районĕнче Чăваш вăрманĕ наци паркĕ вырнаçнă.

Район тăрăх Хырлапа Пасна тата вĕсен юррисем юхаççĕ. Çĕр айĕнчи шывăн пахалăхĕ начар пулинпе Хырла юханшывĕ çинче Патирек ялĕ патĕнче 15 млн м3 калăпăшлă шывуправĕ тăваççĕ. 

Районти хаçат Шăмăршă хыпарĕ.

Район шутне 9 ял тăрăхĕ кĕрет:




#Article 125: Цаплина Раиса Ионовна (148 words)


Цаплина Раиса Ионовна (1920, çурла, 16, Саруй ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) — 1990, çу, 8, Шупашкар, Чăваш Республики) — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ, ăслăхăн аслă ĕçтешĕ.

Чăваш чĕлхин диалектологине тĕпчекенĕ, тăван чĕлхене чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли пулăшу кĕнекин авторĕ. Чăваш чĕлхине пуçламăш шкулта вĕрентмелли фонохрестомати, чăвашла-вырăсла (1961, 1982) сăмахсарсен автăрĕсенчен пĕри.

Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Çĕрпӳри педагогика училищинче (1935—1938), Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче (1939—1942) пĕлӳ илнĕ. 1944-1948 çулсенче СССР Ăслăлăхсен академийĕн Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕнче вĕренсе филологи ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. 

ЧНТИре чĕлхе пайĕн ĕçтешĕ, ертӳçи пулса ĕçленĕ (1948-1952), РСФСР Çутĕç министерствин Наци шкулĕсен институчĕнче вăй хунă. 

Шкулсенче тăван чĕлхене вĕрентес ĕçе лайăхлатмалли майсене тишкерсе статьясем, икĕ кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унсăр пуçне вăл Монголири (1957—1959), Германири (1964), Болгарири (1974) аслă шкулсенче вырăс чĕлхи вĕрентнĕ.

Раиса Цаплина чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕн материалĕсене пухма диалектологи экспедицийĕсене яланах хутшăннă, вĕсене тĕпчесе çырнă ăслăлăх статйисем тĕрлĕ пухăвсемпе журналсенче пичетленсе тухнă.




#Article 126: Андреев Иван Андреевич (167 words)


Андреев Иван Андреевич (1928, çу, 15, Чăваш АССР, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ — 2011, раштав, 31, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1970), Чăваш ăславсемпе ӳнерсен наци академийĕн чăн пайташĕ  (академикĕ) (1994).

Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1990), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2001), Чăваш Республикин гуманитари ăслăхĕсен облаçĕнчи патшалăх премин лауреачĕ (2006).

Ăслăх-тĕпчев институчĕн чĕлхе уйрăмĕн пуçлăхĕ (1957—1970), Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ (1972-па), историпе филологи факультетăн деканĕ (1983—1990), СССР ĂĂ литературăпа чĕлхе уйрăмĕ çумĕнчи тюркологсен комитечĕн пайташĕ, Чăваш Енĕн вĕрентӳ институчĕн профессорĕ (1999-па). 

Иван Андреев чăваш чĕлхин синтаксис, морфологи, фонетика, орфографипе пунктуаци, лексикографи, диалектологи, антропологи ыйтăвĕсене тĕпчет; чĕлхе наукинчи, шкул грамматикинчи чи çивĕч ыйтусене хускатать, тĕрлĕ вĕренӳ программисемпе кĕнекисене хатĕрлет. 200 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ.

Иван Андреев причастисен ушкăнĕсене вĕсен синтаксиспа морфологи уйрăмлахĕсене; хутсăр пуплевĕшĕн тĕп паллисене, грамматикăпа коммуникативлă тытăмне; орфографипе пунктуацин çитменлĕхĕсемпе хирĕçӳлĕхĕсене туллин тишкернĕ; хутлă пуплевĕшĕн теорине аталантарса, унăн паллисемпе тĕсĕсене тарăннăн çутатса, чылай ыйтăва çĕнĕлле ăнлантарнă.

Иван Андреев чăвашла-вырăсла, вырăсла-чăвашла сăмахсарĕсене хатĕрлесе кăларас çĕрте чылай вăй хунă.




#Article 127: Корнилов Геннадий Емельянович (242 words)


Корнилов Геннадий Емельянович, — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, Чăваш Енĕн ăслăлăхпа ӳнер наци академийĕн академикĕ. 1936 çулхи пуш уйăхĕн 3 Пушкăрт Республикинчи Зилаир районĕнче вырнаçнă Ивано-Кувалат ялĕнче çуралнă.

Чăваш Енĕн ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

А.М. Горький ячĕллĕ Урал патшалăх университетне (Екатеринбург хулинче), Чăваш патшалăх пединститучĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин аспирантурине пĕтернĕ. 1964—1968 çулсенче Аслăлăх тĕпчевĕсен институчĕн (халĕ патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ) ăслăлăх сотрудникĕ, 1968—1990 çӳлсенче Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхи кафедрин доценчĕ, 1990 çултанпа пĕтĕмĕшле тата танлаштаруллă чĕлхе пĕлĕвĕ кафедрине ертсе пырать. «Чăваш диалектологийĕпе пăлхар-чăваш топонимикине тĕпчесе сăнани» ятпа кандидат диссертацине (1966), «Чăваш чĕлхинчи имитативсем» темăпа доктор диссертацине (1990) хӳтеленĕ.

Геннадий Корнилов чылай лексемăн, топонимăн этимологине палăртнă, Н.И. Ашмаринăн евĕрлев сăмахĕсене халалланă тишкерĕвĕсене малалла аталантарнă: этем пуплевĕн ĕмĕрхи ӳсĕмĕнче «имитатив» тата «антиимитатив» тапхăрĕсем пуррине сăнланă, чĕлхе евĕрлетӳрен пуçланса кайнине ĕнентерекен пилĕк тĕрлĕ сăлтав уçса панă. 

Вăл — 120 ытла тĕпчев ĕçĕн авторĕ. Паллăрах статьясемпе кĕнекесем: 

Унăн ĕçĕсен пĕлтерĕшне палăртса Н.А. Баскаков, Н.А. Сыромятников, И.Г. Добродомов, М.Р. Федотов, А.П. Хусанкай тата АнуРеэт Хаузенберг (Мюнхен), Юлия Кирилова (София), Мефкюре Моллова (Прага) тата ыттисем те рецензисем пичетлесе кăларнă.

Генадий Корнилов «Диалекты и топонимия Поволжья» ятпа тухса пынă статья пуххисен (9 кăларăм) яваплă редакторĕ пулнă, тулли «Вырăсла-чăвашла словаре» (1971) хатĕрлеме хутшăннă, хăш-пĕр морфологи ыйтăвĕсемпе статьясем çырнă, студентсем валли вĕренӳ хатĕрĕсем кăларнă. «Чăваш тăрăхĕнчи вырăс калаçăвĕсен сăмах кĕнекине» тата «Чăваш тăрăхĕнчи топонимин истори-этимологи тĕпчевне» хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçлет, «Радиксологи кӳртĕмĕ» вĕренӳ кĕнеки ăсталать. Университетăн филологи факультетне ертсе пырать, унта «Ономастика никĕсĕ» тата «Этимологи никĕсĕ» ятарлă курссем ирттерет. 




#Article 128: Çĕрпӳ районĕ (308 words)


Çĕрпӳ районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн варринчен çурçĕр еннерех вырнаçнă. Район администрацин центрĕ — Çĕрпӳ хули.

Район Чăваш Республикин çурçĕр-тухăç пайĕнче вырнаçнă. Çурçĕр тата çурçĕр-анăç енче Шупашкар, çурçĕр-тухăç енче — Сĕнтĕрвăрри, тухăç енче — Куславкка, кăнтăр-тухăç енче — Вăрмар, кăнтăр енче — Канаш, анăç енче — Красноармейски районĕсем вырнаçнă. Район территорин лаптăкĕ — 790,8 км².

Çĕрпӳ районĕ Чăваш платойĕ çинче вырнаçнă. Тавралăхĕ сăртлă, çырмасемпе юханшывсем нумай. Çырмасен тарăнăшĕ 5-35 метр, тăршшĕ 10-12 çухрăм таран. Çĕр айĕнчи пурлăх енчен район чухăн. Торф вырăнĕсем пур (Çавалпа Ункă шывсен хĕррипе), ăна ял хуçăлăхĕнче çĕре пуянлатма усă кураççĕ. Антрак ялĕ патĕнче акшар кăлараççĕ. Асăннă вырăнсем пуçне районта тата 3 çĕртре кирпĕч тума юрăхлă тăм кăлараççĕ. Çĕрпӳ çывăхĕнчи тăма çĕç кирпĕч кăларма усă кураççĕ.

Район климачĕ вăтам контитентлă. Хĕлĕсем вăтăм та сивĕ, çĕвĕсем вăта, шăрăх. Кăрлач уйăхри вăтам температура -12,8°С, чи пĕчĕкки -46°С танлашать. Утă уйăхĕнчи вăтам температура — 18,8°С, чи шăрăх кун температура 38°С таран хăпарнă. Çулталăк хушшинче вăтамран 446 мм юр-çумăр çăвать.

Юханшывсене илес пулсан район тăрăх çаксем юхаççĕ: Мăн Çавал, Кĕçĕн Çавал, Ункă, Енĕш. Мăн Çавал район тăрăх 50 çухрăм тăршшĕпе юхать.  Кĕçĕн Çавалăн районти тăршшĕ — 20 çухрăм. Юханшывсем ютларах юр шывĕпе тулаççĕ.

Районти тăпрасем ытларах енĕпе çерем-сахал кĕллĕ. Районăн анăç енче çавăн пекех çутă чакăр вăрман тăпри, тухăç енче вара ахаль тата тĕксĕм чакăр вăрман тăприсем тĕл пулаççĕ. Икĕ Çавал хушшинчи çĕрсем вара кĕллĕ хура тăпрасем шутланаççĕ.

Район çĕрĕсем ытларах енĕпе уйлă, сайра вырăнта çеç юманлăхсемпе хурăнлăхсем тĕл пулаççĕ. Çĕрпӳ районĕнче вăрмансем сахал, вĕсем пурĕ те 9,3% кăна йышăнаççĕ.

 

Çĕрпӳ районĕ тăрăх автомобильпе чукун çулĕсем иртеççĕ. Чукун çул тăршшĕ 31 çухрăм, автомобиль çулĕсен — 310 çх. Автомобильпе чукун çулĕсен йышĕ Чăваш Енĕн вăтам кăтартăвĕпе танлаштарсан икĕ хут пысăкрах.

Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Канаш-Шупашкар чукун çулĕ иртет. Район урлă федераллă шайри автомобиль çулĕсем те иртеççĕ: Чулхула-Хусан; Çĕрпӳ-Чĕмпĕр-Сызрань. Çавăн пекех район урлă республика шайĕнчи Йошкар-Ола-Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри-Çĕрпӳ, Çĕрпӳ-Красноармейски çулсем те иртеççĕ.




#Article 129: Котлеев Виталий Иванович (148 words)


Котлеев Виталий Иванович, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1967). 1933 çулхи юпа уйăхĕн 29 Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Урпаш ялĕнче çуралнă. 1989 çулхи çу уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ.

СССР тата РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш Tyĕy Аслă шкулăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ячĕсене тивĕçлĕ пулнă. 1991 çулта К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ пулнă.

Чăваш чĕлхи фонетикин чи паллă специалисчĕ, сасă тытăмне фонологи енчен тишкерессине пуçараканĕ. Унăн фонетика ыйтăвĕсене çутатса паракан ĕçĕсем пĕр пĕтĕмĕшле системăллă курсăн пайĕсем пулса тăраççĕ. Чăваш чĕлхинчи фонемăсен системине, сасăсен пулăвне, вĕсен пахалăхне, сасăсене фонологи енчен, чăваш чĕлхин сасă тытăмне пуçласа сыпăк сингармонизмĕпе çыхăнтарса тĕпченĕ. Сингармонизмлă сыпăксене вĕсенчи уçă сасăсемпе хупа сасăсене тата фонетикăри ытти тĕрлĕ пулăмсене, вĕсен физиологийĕпе акустика паллисене тĕрлĕ приборсемпе усă курса тĕпченĕ.

Çĕнĕ терминсем тăвас ĕçе йĕркеленĕ, фонетикăн чи кирлĕ ăнлавĕсен чăвашла-вырăсла словарьне туса хатĕрленĕ.

Виталий Котлеев ĕçĕсем ют çĕршывсенче тухса тăракан сборниксемпе журналсенче те пичетленнĕ.




#Article 130: Урпаш (Çĕрпӳ районĕ) (109 words)


Урпаш (), — Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи ял. 

Шупашкартан 30 ҫх инҫе, Ҫӗрпӳрен 10ҫх, чукун ҫултан 15 ҫх. Ялта лавккапа клуб пур. Шкула ачасем Хӗрлӗтӑва ҫырма урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Урпаша тата ҫырма урлӑ ларакан, тӑватӑ килтен тӑракан Ураслӑ ятлӑ ял кӗрет. 

XIX ӗмӗрте Туҫирен уйрӑлса килнӗ халӑх Урпаша никӗсленӗ. Халӑхӗ чӑваш. 1866 ҫулччӗн патшалӑх хресченӗсемччӗ, ҫӗр ӗҫӗпе пурӑннӑ, выльӑха ӗрчетнӗ, ҫӗвӗ ӗҫӗпе хӑтланнӑ, урапа-ҫуна ӑсталанӑ. 1931 ҫулта «Политотдел» колхоз туса хунӑ. 

Халӑх йышӗ:

XIX ӗмӗртен 1927 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Лапра вулӑсне (выр. «Чемерчеевская волость») тата Çĕрпӳ вулăсне кĕнĕ. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн хальхи вăхăтчен Çĕрпӳ районне кĕрет. 1948 ҫулта нумайӑшӗ Кенигсберга - Калининград облаҫне кайрӗ, вӗсем Ҫӗньяла кайрӗҫ.




#Article 131: Петров Николай Петрович (филолог) (108 words)


Петров Николай Петрович (19.1.1929, Тусай ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур. — 29.11.2008) — чĕлхе тĕпчевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1982), профессор, Чăваш наци академийĕн академикĕ (1996), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1993).

Николай Петров 1929 çулхи кăрлачăн 19-мĕшĕнче халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районне кĕрекен Тусай ялĕнче çуралнă.

Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ  университечĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ (1972), стилистика кафедрин ертӳçи (1989—1998) пулнă. 1985—1986 çулсенче София университечĕнче чăваш чĕлхине вĕрентнĕ, Пĕтĕм тĕнчери пăлхарçăсен иккĕмĕш конгресĕн ĕçне хутшăннă. Хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕнче чăваш чĕлхи кафедринче вăй хунă.

Николай Петров чăваш литература чĕлхин историйĕпе стилистикине, терминологийĕпе лексикографине тĕпченĕ. 170 ытла ăслăх ĕçне пичетленĕ.




#Article 132: Эсперанто (117 words)


Эсперанто (эсперанто: Esperanto ), — шухăшласа кăларнă чĕлхе. Ăна пĕтĕм тĕнчери халăхсем пĕр чĕлхепе пĕр тан калаçмашкăн тума пуçланă. Варшавăра пурăннă куç врачĕ Людвиг Заменгоф 1887 çулта хăйĕн «Интернационаллă чĕлхе» («Lingvo internacia. Antaŭparolo kaj plena lernolibro») ĕçне пичетлет. Ăна вăл «Шанаканскер» (эсперанто) псевдонимпа палăртать. Çавăнтанпа пĕтĕм халăх чĕлхине эсперанто теççĕ. Л.Заменгоф унта нумай чĕлхере пĕр пек илтĕнекен сăмахсене кĕртме тăрăшнă.
Эсперанто чĕлхипе усă куракансене эсперантистсем тесе чĕнеççĕ.
Тĕрлĕ хаклавсемпе килĕшӳллĕн,  эсперантистсен шучĕ тĕнчипе çĕр пинрен темиçе миллиона çитиех.

Ку чĕлхене вăл интернационаллă шая кĕрсе кашни вĕреннĕ çынăн иккĕмĕш чĕлхи пултăр тесе шутласа кăларнă. Эсперанто чĕлхипе усă курни тĕрлĕ халăхсем хушшинчи хутшăнусене çĕнĕ шая кăларать. Çаплах ку чĕлхен пропедевтика пахалăхĕ пысăк: эсперанто пĕлекен çын ют чĕлхесене çăмăлрах вĕренет.




#Article 133: Федотов Михаил Романович (549 words)


Федотов Михаил Романович (1919 çулхи кăрлачăн 20 Пăва уесĕнчи, халĕ Чăваш Енĕн Шăмăршă районĕ,  Пуянкасси ялĕнче çуралнă; 2003 çулхи кăрлачăн 13 Шупашкарта вилнĕ), — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, тюрколог, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (1974), профессор (1975). Çавăн пекех ăна витĕмлĕ публицист тата ăслăха, пĕлĕве халăх хушшинче сараканĕ теме пулать..

Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1989), Чăваш Республикин Патшалăх премин лауреачĕ (1996). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Тăван тăрăхĕнче пуçламăш тата çичĕ çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ илсен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (вĕçлемен) вĕреннĕ. 1934—1937 çулсенче Патăрьелĕнчи педагогика вĕрентĕшĕнче пĕлӳ пухнă.

Вăрçăран таврăнсан Мари Республикин Звенигово районĕнче (1948—1952) тата Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш шкулĕнче (1953—1954) нимĕç чĕлхи вĕрентнĕ, 1950—1953 çулсенче Ют чĕлхесен Чулхулари Н.А. Добролюбов ячĕллĕ педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

Çапла вара кунта М. Р. Федотов пурнăçĕнче еплерех пĕлӳ илни курăнса тăрать.

Калас пулать, М.Р.Федотов аспирантурăра вĕренмен, вăл унсăрах филологи ăслăхĕсен кандидачĕн диссертацине хатĕрлесе хӳтĕленĕ.

И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче нимĕç чĕлхин вĕрентӳçи (1954—1956, 1964-1967), Вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен институтра ют чĕлхесен кабинечĕн пуçлăхĕ (1956—1964) пулнă.

Михаил Федотов чăваш шкулĕнче нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕсене валли виçĕ пулăшу кĕнеке хатĕрлесе панă (1957-1959), чăваш чĕлхи Атăлпа Перĕм тăрăхĕнчи финн-укăр чĕлхисемпе хутшăннине сăнлакан монографи (2 пайлă; 1965, 1968) пичетлесе кăларнă. 

Чăвашпа мари чĕлхисен хутшăнăвне тишкерсе 1990 çулта Михаил Федотов «Чувашско-марийские языковые взаимосвязи» монографие хатĕрленĕ. «Материалы к историко-этимологическому словарю чувашского языка (1992)», «Этимологический словарь чувашского языка» (2 томпа; 1996), «Словарь чувашских нехристианских имен» (1998) ĕçĕсене вулакан патне çитернĕ. 2002 çулта этимологи словарĕ иккĕмĕш кăларăмпа тухнă.

Тĕпчевçĕн чи паллă ĕçĕ виçĕ кĕнекеллĕ «Чувашский язык в семье алтайских языков» (1980, 1983, 1986). 1996 çулта çак монографин анлăлатнă варианчĕ — «Чувашский язык: Истоки. Отношение к алтайским и финно-угорским языкам. Историческая грамматика» — пичетленсе тухнă. Уншăн Михаил Федотов Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕç пулнă.

Михаил Федотов чăваш чĕлхе пĕлĕвĕн историкĕ те пулнă. Чĕлхеçĕсен пултарулăхне тишкерсе чылай статья тата «Исследователи чувашского языка» кĕнеке (1987, 2000) чăваш чĕлхин хăй евĕрлехне хӳтелесе Михаил Федотов ăслăлăх кĕнекисенче те, хаçат-журналта та статьясем пичетленĕ, тăван чĕлхе сипетне упраса хăварма тăрăшнă.

Кунта çарта тата вăрçăра, вăл шутра тыткăнра, пулнă вăхăтсене кăтартман (куçаруçăра ĕçленĕ тапхăра шутламасан).

Михаил Романович Федотов профессор, академик ăслăхра чăваш чĕлхин историйĕ, тюркологи, алтаистика, финно-угроведени енĕсемпе ĕçленĕ. Асăннă хуть те хăш ене пырса перĕнсен те — яланах чăвашлăхпа çыхăннă.

Кунта чăн малтанах алтаистика пирки аса илни вырăнлă тата кăсăклă. Çакă чĕлхери пулăмсене алтай чĕлхисен пĕрлĕхĕн шайĕнче пăхса тухнине пĕлтерет. Генеалоги тĕлĕшенчен Алтай чĕлхисен пĕрлĕхĕ чăнах та пулнă е ку малсăлтавла япала çеç — çакă кунта, ахăртнех, пит пĕлтерĕшлех те мар. Пулăмсене анлă контекстра пăхни паха.

Чăваш чĕлхин историне халиччен питĕ аван тĕпченĕ пулин те, пухнă пĕлĕве халăхра, çынсен тĕрлĕ сийĕсенче сарас ыйтусем яланах пулнă, пур, малашне те пулĕç. Çав вăхăтрах çĕнĕрен тупнă пĕлÿсене ăслав килкартине тата халăх хушшине вĕçĕмсĕр кĕртсе тăрас ыйтусем те яланах пур. Çапла вара, пирĕн хушăра М.Р.Федотов пек ăславçăсем тата вĕсен еткерлĕхĕсем пурри питĕ аван. Ку — пирĕн телей.

М.Р.Федотов XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Н.И.Ашмарин тата ыттисем йĕркелесе хăварнă  пăлхар-чăваш вĕсе-вĕçлĕх теорине тĕрек парса тăракансенчен пĕри пулнă. Унашкал тĕрке вара ун чухне вăл теорие, тĕрлĕ сăлтавсене пула, питĕ кирлĕ пулнă (сăмах май каласан, паянхи кун та питĕ кирлĕ).

Тюркологири, финно-угроведенири, чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнчи Михаил Романович тунă ĕçсене тĕнчери, Раççейри, Чăваш Енри ăславçăсем питĕ пысăк хак парса йышăннă. 

М.Р.Федотовăн арăмĕ — Валентина Сергеевна, унăн çуралнă чухнехи хушамачĕ Вагина, вырăс. Вĕсем Чухулари институтра вĕреннĕ чухне паллашса мăшăрланнă. Ачи-пăчи, эппин ытти тăхăмĕсем те, вĕсен пулман.




#Article 134: Паллă ячĕ (243 words)


Паллă ячĕ, — япалан, ĕçĕн, паллăн паллине пĕлтерекен пуплев пайĕ. Ыйтăвĕ — мĕнле? (кăвак, шурă, пысăк, çăмăл, çемçе, кĕске, ăшăх, сӳрĕк, тачка, кивĕ, лайăх, хаяр). Предложенире определени, обстоятельство, сказуемăй пулать.

Чăваш чĕлхинче паллă ячĕ япала ячĕпе те, глаголпа та нимĕнле морфологи паллисĕрех (аффикс хушăнмасăрах) çыхăнать. Паллă ячĕсен танлаштару степенĕсем пур, вĕсем япалан е ĕçĕн пахалăх виçине пĕлтереççĕ: 

Япала е ĕç пахалăхĕ вăйлине (вăйлă степень пĕлтерĕшне) чăваш чĕлхинче синтаксис мелĕпе те кăтартаççĕ: тĕп степеньри паллă ячĕ умне чи, чăн, питĕ, шутсăр, çав тери, калама çук, тĕлĕнмелле тата ытти сăмахсене лартаççĕ (питĕ пысăк, шутсăр самăр, çав тери капăр). Япалан пахалăхĕ вăйлине фонетика мелĕпе те кăтартма май пур. Ун пек чух паллă ячĕн пĕрремĕш сыпăкри уçă сассине вăрăммăн тăсса калаççĕ: пы-ы-сăк, йы-ы-вăр, хи-и-тре тата ыттисем те.

Япала ячĕсен пекех, паллă ячĕсен те палăрту категорийĕ пур, вăл сăмах тĕпĕ çумне -и тата -скер аффикссем хушăннипе пулать (хĕрли, пысăкки, пысăкскер, сарлаки, кăн-кăвакки). Çак аффикссене йышăннă паллă ячĕсем ытларах япала ячĕсем хыççăн тăраççĕ, вĕсем пуплеве перекетлĕрех йĕркелеме — пĕр япала ятнех пуплевре икĕ хут калассинчен хăтарма — пулăшаççĕ. Палăрту аффиксĕсене йышăннă паллă ячĕсем вĕçленеççĕ.

Уçă сасăпа пĕтекен паллă ячĕсем çум-не -и аффикс хушăннă чух морфемăсен чиккинче тĕрлĕ улшăнусем (пĕр уçă сасă тухса ӳкни, хупă сасă вăрăмланни) пулса иртеççĕ: кĕске + и  кĕски, шупка + и  шупки, кăвак + и  кăвакки, çутă + и  çутти, кивĕ + и  кивви.

И, ӳ сасăсемпе пĕтекен паллă ячĕсем (вĕри, хĕрху) палăрту аффиксĕсене йышăнасшăн мар.

Паллă ячĕ çумне -ăн (-ĕн), -чĕ (-ччĕ) аффикссем хушăнаççĕ: 




#Article 135: Левтина Марье (124 words)


Левтина Марье (паспортра — Нестерова Алевтина Никитична, 1945 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕ, Хурапха ялĕ,  Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, публицисчĕ. 

    

Чăваш Республикин культурăпа çутĕç училищинче вĕренсе тухнă.

Чăваш Республикин ача-пăча театрĕнче, Чăваш Республикин пукане театрĕнче тата Чăваш патшалăх ташăпа юрă ансамблĕнче артистка пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех Томск облаçĕнчи Парабельский РКК-ĕнче халăх театрĕн режиссёрĕ, Чăваш Республикин Сĕнтĕрвăрри РККĕн ертӳçи, Шупашкарти 50-мĕш вăтам шкулăн тата Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăхĕн центрĕн хушма пĕлĕвĕн вĕрентӳçи пулса вăй хунă.
    

Хăйĕн пĕрремĕш Алина пьесине 1956 çулта, 4 класра, çырнă. Вăл вăхăтран унăн сăввисемпе пьесисем республикăри хаçăтсемпе журналсенче пичĕтленеççĕ. Юлашки çулсенче вăл сахал мар пьеса çырнă: «Ик айкки те тăвайкки», «Тайăлнă кукамай», «Телейпи», «Аслати авăтсан...» Çавăн пекех нумай сăвă çырнă. Унăн сăввисем çине кĕвĕçĕсем нумай юрă хывнă.




#Article 136: Ефимов Георгий Андреевич (175 words)


Ефимов Георгий Андреевич (1928, утă, 9, Малти Ăнтавăш ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР — 2005, юпа, 30, Шупашкар,  Чăваш Республики) — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмач.

Чăваш Республикин халăх сăвăçи (1996). Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1978), Халăхсен туслăхĕн орденĕн лауреачĕ, П. Хусанкай ячĕллĕ Чăваш Енĕн çыравçă-профессионалсен пĕрлешĕвĕн литература премин лауреачĕ.

Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ çумĕнчи театр студийĕнчен вĕренсе тухнă. Йĕпреç районĕнчи куçса çӳрекен театр актерĕ пулса ĕçленĕ.

Георгий Ефимов республикăн пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннă, ĕç çыннисен депутачĕсен Шупашкар хула канашĕн депутачĕ, Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлени пайташĕ пулнă.

Икĕ хут мăшăрланнă. Пĕрремĕш арăмĕ - Серафима Мироновна. Иккĕмĕш арăмĕ - Светлана Ефимова.

Унăн пĕрремĕш сăввисем «Ялав» журналта 1946 çулта пичетленнĕ, 1953 çулта Ашă туйăмсем сăввисен пуххи тухнă. 

Унăн пултарулăхĕ нумай енлĕ пулнипе, пысăк гражданлăхпа, сăрăсемпе кĕвĕсен тĕрлĕ енлĕхĕпе, сăнарсемпе характерсен хăйне евĕрлĕхĕпе, хĕрӳлĕхпе, уйрăмла лирикăпа палăрнă. Георгий Ефимов талантлă çыравçă тата сăвăçă пулнă. Вăл 50 ытла кĕнеке, çав шутра сăвăсен, ачасем валли юмахсен пуххисене çырнă. Çуррине яхăн кĕнекисем вырăсла тухнă.

Сахал мар хайлавне ытти чĕлхесене куçарнă. Хăй те чăвашла нумай куçарнă.




#Article 137: Лексика (333 words)


Лексика (гр. lexikos «сăмах») — чĕлхере усă куракан сăмахсен йышĕ.

Лексика сăмаха тĕрлĕрен пĕлтерĕшпе калама пулать. Сăмахран, эпир «пĕтĕм халăх усă куракан лексика» тата «ятарлă лексика» теме пултаратпăр. Паллах, литература чĕлхин лексики чи анлă усă куракан сăмахсене хăй йышне кĕртет, çап вăхăтрах уйрăм çынсем анчах усă куракан сăмахсене эпир ятарлă лексика тесе палăртатпăр. Лексика пĕр-пĕр писатель усă курнă сăмахсен йышне те пĕлтерет: П.Хусанкай лексики, С.Шавли лексики, С.Элкер лексики тата ыттисем те.

Лексикăна лексикологире те, семасиологире те, ономасиологире те вĕренеççĕ. Сăмахсен йышне пуплев пайĕсене пайласа пăхса тухасси морфологире пулса пырать. Лексика тӳрремĕнех обществăра пулса пыракан пулăмсене палăртать: çĕнĕ пулăмсене сăнарлама çĕнĕ сăмахсем çуралаççĕ е малтан усă курнă сăмахсене çĕнĕ пĕлтерĕш парса усă кураççĕ. Терминсем те çав шутах кĕреççĕ. Малтан термин шайĕнче çӳренĕ сăмах кайрантарах пурте усă куракан сăмахсен шутне кĕрсе каять: ана, катман, шит, тӳтрешке, йăран.

Литература чĕлхин лексикипе юнашарах диалект (е вырăнти калаçусен) лексики пуррине палăртаççĕ. Вырăнти калаçу сăмахĕсемпе çыравçăсемпе сăвăçсем хăйсен произведенисенче те анлă усă кураççĕ. Акă Илпек Микулайĕн «Хура çăкăр» романĕнче çакăн пек диалектизмсене курма пулать: амитке, тӳлем, ситрет, луша, шатлăх, тӳсе, хăнтармак тата ытти те.

Лексика — уçă система тата çав вăхăтрах питĕ куçăмлă. Хăш-пĕр кивĕ сăмахсем чĕлхерсн тухса пыраççĕ, çĕннисем чĕлхене кĕрсе сăмахсен йышне хунатаççĕ. Чĕлхене çĕнĕрен кĕнĕ сăмахсем сăмах тăваслăх моделĕпе килешуллĕн пулса пыраççĕ, е вĕсене ют чĕлхерен çав хальлĕнех илме пултараççĕ: виски, офицер, мулла, пилот, космонавт тата ыттисем те. Çĕнĕ сăмахсем чĕлхене питĕ хăвăрт кĕме пултараççĕ: Уйăхпи, Сывлăмпи, Çăлтăрпи, Илемпи. Анчах та сăмахсем чĕлхерен тӳрех тухса ӳкмеççĕ, вĕсем малтан сайра усă куракан сăмахсен йышне лекеççĕ, унтан историзмсемпе архаизмсем пулса кайса чĕлхере чылай вăхăт хушши упранаççĕ, кайран пачах çухалаççĕ. Сăмахран, хăрт — вăрçă пуртти, айпăлта — çурма çаврака пуртă сăмахсем истори темипе çырнă илемлĕ произведенисенче кăна тĕл пулаççĕ; ант «тупа», хуç «хĕрес» сăмахсем чĕлхерен тухса ӳкнĕ тесен те юрать. Кивелнĕ сăмахсем çĕнĕрен вăй илсе чĕлхене каллех
тулли пĕлтерĕшпе кĕме пултараççĕ: тăлмач «куçаруçă», хурав «ответ», несĕл «ăру, йăх» тата ыттисем те.

Чĕлхери сăмахсен йышне словарьсем палăртаççĕ, анчах та нихăш чĕлхере те сăмахсене пĕр çĕре пухнă пĕр пĕтĕмĕшле словарь çук.




#Article 138: Ламбдаизм (140 words)


Ламбдаизм — историре пĕр-пĕр сасă [l] сасса куçса кайни. Термин грек чĕлхинчи λ саспалли ятĕнчен (ламбда) пулнă.

Хăш-пĕр чăваш сăмахĕсенчи л сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенчи ш сасăпа тӳр килет, тĕслĕхрен, чăв. кĕмĕл — тут. кöмеш, чăв. утмăл — тут. алтмыш, чăв. хĕл — тут. кыш тата ыттисем те. Ку вăл — чăваш ламбдаизмĕ. Ламбдаизăма хирĕçле пулăма (л вырăнне ш каланине) сигматизм теççĕ.

Ламбдаизм чăваш чĕлхишĕн çеç мар, монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă: чăв. чол~чул «камень» — монг. чулуу~чулун «камень» — тĕрĕк таш, чăв. çул~çол «возраст» — монг. йил~жел~жил — тĕрĕк йаш «год, возраст», чăв. тĕлĕк «сон» — маньчж. tolgin — тĕрĕк тӳш тата ыттисем те.

Ламбдаизм венгр чĕлхине кĕнĕ чăваш сăмахĕсенче те (чăв. пелче «пеленка» — венг. bölcsö «колыбель»), Атăлçи пăлхар палăкĕсенче те, финн-угр чĕлхисем йышăннă чăваш сăмахĕсенче те уçăмлă курăнать. Апла пулсан ламбдаизм та, ротацизм пекех, авалхи пулăм шутланать.




#Article 139: Левитская Лия Сергеевна (206 words)


Левитская Лия Сергеевна (1931 çул, чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕ — 2009 çул, юпан 2-мĕшĕ, Мускав) — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, тюрколог, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей Ăслăлăх академийĕ çумĕнчи Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕнчи тĕрĕк чĕлхисен секторĕн ĕçченĕ.

Лия Сергеевна 1931 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. 

Мускаври патшалăх университечĕнче, СССР Ăслăлăх академийĕ çумĕнчи пĕлĕвĕн институчĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. 1966 çулта «Чăваш чĕлхин историллĕ фонетики» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.

Лия Левитская çырнă «Чăваш чĕлхин историллĕ морфологийĕ» (Историческая морфология чувашского языка. М., 1976) тĕпчев те пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл паян кунччен те историллĕ грамматика проблемисем çинчен çырнă чи лайăх ĕçсенчен пĕри шутланать. Кунта пĕрремĕш хут чăваш чĕлхин сăмах пулăвĕпе сăмах улшăнăвĕн аффикссемпе формисен историйĕ çинчен туллин çырса кăтартнă, чылай ыйтăва çĕнĕлле пăхса хакланă.

Лия Левитская чăваш лексикин историйĕпе этимологине тĕпчесе ăслăх ĕçĕсене çырать.

Э.В.Севортянăн тĕрĕк чĕлхисен словарьне кăларас ĕçе те хастаррăн хутшăннă. (Этимологический словарь тюркских языков. Общетюркские и межтюркские основы на гласные. М., 1974 (ЭСТЯ); ЭСТЯ на букву «Б». М., 1978; ЭСТЯ на буквы «В», «Г», «Д». М., 1980). Авторĕ çĕре кăрсен çак словарĕн тепĕр томĕн яваплă редакторĕн ĕçĕсене туса пынă (ЭСТЯ на буквы «Ж», «Ж,», «Й». М., 1989). 1997 çулта тухнă черетлĕ томăн авторĕсенчен пĕри пулнă (ЭСТЯ на буквы «К,», «К». М., 1997).

Лия Сергеевна 2009 çулхи юпан 2-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.




#Article 140: Трофимов Николай Николаевич (189 words)


Трофимов Николай Николаевич, — Раççейĕн, тата çавăн пекех Совет Союзĕн, паллă актёрĕ. Георгий Толстоногов ячĕпе хисепленекен Пысăк театрĕн актёрĕ. 1920 çулхи кăрлачăн 21 Севастополь хулинче çуралнă. 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 7 Мускавра вилнĕ.

Хăйĕн пĕрремĕш рольне 14 çулта Севастополь ТЮЗĕнче Хижина дяди Тома спектаклĕнче вылянă. 1941 çулта А.Н.Островский ячĕпе хисепленекен Ленинградри театр институтне вĕренсе пĕтернĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă Вăрçи çулĕсенче çар-тинĕс флочĕнче служить тунă. Малтан ВМФăн Тĕп ансамбльĕн солисчĕ пулса, кайран Хĕрле ялавлă Балти флочĕн театрĕнче актёр пулса. 1944 çултанпа Хĕрле ялавлă Балти флочĕн Таллин театрĕн актерĕ пулнă, 1946-1963 çулсенче Ленинградри комеди театрĕнче вылянă. 1964 çулта Пысăк Академи Драма театрĕн труппине куçнă.

Николай Трофимов театрсенче Три сестры, Идиот, Ханум тата ытти спектакльсемпе паллă пулнă. Чи чаплă роль — Пиквик клубĕнчи мистер Пиквик. 2005 çулхи кăрлачăн 21, 85 çул тултарнă май, вăл юлашки хут сцена çинче çак роле выляса кăтартнă.

Кинора Трофимов Лев Гурыч Синичкин, Бриллиантовая рука, Волшебная сила искусства, Про Красную Шапочку, Принцесса цирка, Полосатый рейс, Отцы и деды, Война и мир, Д'Артаньян и три мушкетера, На пути в Берлин, Блокада, В старых ритмах, Африканыч, Невеста из Парижа Рыжий, честный, влюбленный..., тата ытти кинофильмсенче вылянă рольсемпе çынсен ăсĕнче юлнă.




#Article 141: Фаулз Джон (127 words)


Джон Роберт Фаулз (акăл. John Robert Fowles), — паллă британи çыравçи. 1926 çулхи пуш уйăхĕн 31 Эссекс графствинчи Ли-он-Си хулинче çуралнă. 2005 çулхи чӳк уйăхĕн 5 чирленĕ хыççăн Лайм Реджисра вырнаçнă хăйĕн пӳртĕнче вилнĕ.

Бедфордри шкулта вĕреннĕ. Вĕреннĕ чухне хăйне пултаруллă вĕрентекен, тата спортсмен пек кăтартнă. Икĕ çул тинĕс пехотинче хĕсметре тăнă хыççăн Оксфорд университетне вĕренме кĕнĕ. 1950 çулта «франци литератури» специальностьпе вĕренсе тухса гуманитари ăслăлăхсен бакалавр степеньне илнĕ. Малалли 10 çул хушши Францире, Грецире, Лондонри тата унăн тавралăхри вĕренӳ учрежденийĕсенче акăлчан чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Джон Фаулз 40 çыл ытла литературăра пикенсе ĕçленĕ. Унăн паллă романсем Коллекционер, Волхв, Ăман, калавсен пуххи Хура ывăçран тунă башня. Вĕсене нумай чĕлхе çине куçарнă. Пĕтĕм вăйран литературăна пикенме вăл 1963 çултанпа çеç пултарнă. Ку вăхăтра унăн паллă Коллекционер ĕçĕ пичĕтленсе тухнă.




#Article 142: Лексикологи (234 words)


Лексикологи (грек. lexis — «сăмах», logos — «вĕрентӳ»), — чĕлхе ăслăлăхĕн сăмахсене тĕпчесе тишкерекен пайĕ. Чĕлхери сăмахсен мĕн-пур йышне лексика теççĕ. Асăннă терминпах сăмах йышĕн уйрăм сийĕсене (тĕслĕхрен., урăх чĕлхерен йышăннă лексика, кĕнеке тата калаçу чĕлхин лексики, стиль тĕлĕшĕнчен нейтраллă лексика тата ыттисем те), пĕр-пĕр авторăн е произведениĕн сăмах йышне (тĕслĕхрен, Ç. Элкер лексики, П. Хусанкайăн «Аптраман тавраш» романĕн лексики, К. Ивановăн «Нарспи» поэмин лексики) палăртма та усă кураççĕ.

Лексикологи пĕр чĕлхе тата пĕр харăс темиçе чĕлхе материалне тĕпчеме пултарать. Çавна кура наукăра уйрăм чĕлхе лексикологийĕ тата пĕтĕмĕшле лексикологи çинчен калама йышăннă. Уйрăм тата пĕтĕмĕшле лексикологисĕр пуçне сăмахсене танлаштаруллă лексикологи те тепчет.

Лексикологи пĕр-пĕр чĕлхен сăмах йышне пур енчен те сăнаса тишкерет. Унăн задачисенчен пĕри вăл — сăмах чĕлхен тĕп единици иккенне кăтартасси, сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕпе вăл палăртакан ăнлав хушшинчи çыхăнусене тишкерсе вĕренесси, сăмах пĕлтерĕшĕсен ушкăнĕсене палăртса тухасси. Лексикологи сăмах йышĕн тĕрлĕ ушкăнĕсем хушшинчи нумай енлĕ çыхăнăвĕссне, сăмахсене уйрăм ушкăнсене пĕрлештерме май паракан паллăсене тупса палăртать. Лексикологи хальхи вăхăтри чĕлхен сăмах йышне те, лексикăн историри аталанăвне те тĕпчесе тишкерет, çавна май чĕлхе ăслăлăхĕнче хальхи вăхăтри чĕлхе лексикологийĕ тата историлле лексикологи ăнлавсем пур.

Лексикологи, хăйне уйрăм сăмахсемсĕр пуçне, сăмах манлашăвĕсене, е фразеологизмсене, тĕпчесе вĕренет, вĕсен тăван чĕлхе лексикинчи вырăнне сăнаса тишкерет. Кирек хăш чĕлхе те истори аталанăвĕнче ытти чĕлхесенчен сăмахсем йышăнать, çапла майпа хăйĕн лексикине пуянлатать. Çак пулăма тĕпчесси те лексикологи задачисен шутне кĕрет.

Лексикологин теори ыйтăвĕсене тĕпчени чĕлхе практикишĕн, пуринчен ытларах лексикографишĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ.




#Article 143: Литература чĕлхи (289 words)


Литература чĕлхи, — сăмах ăстисем — çыравçăсемпе журналистсем, редактăрсемпе тĕпчевçĕсем туптаса якатнă, илемлĕ чĕлхе. Ăна

Хирĕçле ăнлавсем — диалект тата ансат (ахаль) чĕлхе. Литература чĕлхи — пĕтĕм халăх усă курмалли чĕлхе, çавăнпа та унăн сăмах йышĕ вырăнти калаçусен чĕлхин (диалектсен) сăмах йышĕнчен пуянрах, грамматика йĕрки (тытăмĕ) кăткăсрах, пиçĕрех, тĕрĕсрех.

Литература чĕлхи — нормăллă чĕлхе. Вăл халăх чĕлхин паха енĕсене пĕтĕçтерсе тăрать, çавăнпа унăн хăйĕн нормисем пур. Норма вăл — пĕр-пĕр чĕлхепе калаçакан çынсен ушкăнĕ хăйĕн кулленхи хутшăнăвĕнче яланхи пек усă куракан сăмахсен пĕлтерĕшĕ, сăмахри сасăсен тытăмĕ, сăмах пулăвĕпе улшăнăвĕн мелĕсем — сăмахсемпе предложенисене çыхăнтармалли йĕрке. Анчах норма литература чĕлхин кăна мар, хутшăну хатĕрĕ пулакан кирек епле чĕлхен те пур. Чĕлхере норма пулмасан çынсем пĕр-пĕрне ăнланми пулĕччĕç, чĕлхе хăйĕн традицийесене çухатĕччĕ. Анчах çырусăр чĕлхе (е диалект) нормипе литература чĕлхин норми пĕр мар. Çырулăхсăр чĕлхере (е диалектра) норма хăй тĕллĕн, хăйне хальлĕн йĕркеленет, вăл çав чĕлхепе (диалектпа) калаçакансемшĕн кăна норма шутланать, çав коллектив асĕнче кăна тытăнса тăрать, ăруран ăрăва улшăнса пырать.

Литература чĕлхи тĕрлĕ диалектпа калаçакан коллективсене пĕтĕçтерсе тăнă май унăн норми пур коллективсемшĕн те норма шутланать. Литература чĕлхи пĕр-пĕр диалектран пуçланса каять пулин те, çав диалект нормин шайĕнче çырлахса тăма пултараймасть. Аталану тапхăрĕнче литература чĕлхи тĕрлĕ диалект элеменчĕсене, ют чĕлхе сăмахĕсене йышăнать, унта вырăнти чĕлхесенче çук çĕнĕ сăмахсемпе сăмах çаврăнăшĕсем, çĕнĕ формăсемпе конструкцисем, çĕнĕ модельсем пулса каяççĕ. Чăваш литература чĕлхине XIX ĕмĕрен иккĕмĕш çурринче И.Я.Яковлевпа ун вĕренекенĕсем анатри диалект никĕсĕ çинче йĕркелесе янă, мĕншĕн тесен чăваш халăхне çутта кăлараканĕ анатри чăвашсем хушшинче ӳссе çитĕннĕ. Кайрантарах, литература ĕçне тури чăваш çыннисем те анлăрах явăçма тытăнсан, литература чĕлхи тури диалект уйрăмлăхĕсене те йышăнма пуçланă. Ку вăл лексикăра та, фонетикăра та, грамматикăра та, стилистикăра та палăрать. Тĕслĕхрен, хальхи литература чĕлхинче тури диалектри ударени йĕрки, хăш-пĕр синтаксис конструкцийĕсем (Эпир ĕнер хулана кайсаччĕ) çирĕпленсе юлнă.




#Article 144: Лексикографи (110 words)


Лексикографи (греч. lexikos «сăмах» + grapho — «çыратăп»), — чĕлхе ăслăлăхĕн словарьсем тăвас ĕçĕн теорийĕпе практикине çутатса паракан пайĕ. Лексикографи объекчĕ сăмах пулнă май вăл лексикологипе тачă çыхăннă, аталанасса та вĕсем çума-çумăн аталанса пыраççĕ.

Чăваш лексикографиĕн малтанхи палăкĕсем XVIII ĕмĕрте кун çути курнă. Ку вăхăтри словарьсем йышлă, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ пичетленсе тухайман. Пичетленнĕ чи малтанхи словарьсем шутне чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматикинчи кашни пуплев пайĕ çумне хушса çырнă словарь, «Сравнительные словари всех языков и наречий...», Г.Ф.Миллер тĕпчевçĕн «Описание трех живущих в Казанской губернии языческих народов...» кĕнекинчи словарь кĕреççĕ. Ал çырăвĕ хальлĕн упранакан «Словарь языка чувашского» тата «Словарь языков разных народов, в Нижегородской епархин обитающих...» словарьсене те XVIII ĕмĕрте çырса хатĕрленĕ.




#Article 145: Пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсем (209 words)


Пуплерĕшĕн тĕп пайташĕсем, — пуплерĕшри подлежащипе сказуемăй. 

Çак пайташсенчен хăшĕ хăшне пăхăнтарни пирки чĕлхе вĕрентĕвĕнче виçĕ шухăш пур:

Сказуемăйăн вăхăтпа наклонени формисем предикаци тăваççĕ. Пуплерĕшри сăмахсем сказуемăй енне туртăнса ун тавра пухăнаççĕ. Çак сăлтава пула предложенин пĕртен-пĕр тĕп членĕ тесе сказуемăя пăхмалла. Подлежащине традици тăрăх кăна тĕп пайташ темелле, мĕншĕн тесен унăн сăпатпа хисеп формисем сказуемăйра палăрма пултараççĕ.

Тĕп пайташсене пĕр-пĕринчен формăпа, грамматика пĕлтерĕшпе тата пуплерĕш шухăшĕпе  уйăраççĕ. Çак критерисем пĕр-пĕрне саплаштарса тăраççĕ. Акă подлежащи тĕп падежра тăнисĕр пуçне ĕç субъектне пĕлтермелле, мĕншĕн тесен тĕп падежри кашни сăмах подлежащи пулаймасть. Ӗç субъектне кăтартакан сăмах тĕп мар падежра та тăма пултарать. Ăна традици тăрăх дополнени теççĕ. Шухăш критерийĕпе килĕшӳллĕн, темăна кĕрекен тĕп падежри сăмах подлежащи, ремăна кĕрекенни сказуемăй пулать. Пуплерĕшре формипе кашнинчех уйăрса илме май килмесен те сказуемăйăн яланхи форми — сăпатлă форма пур. Вăл пуплерĕшре кирек хăçан та сказуемăй пулать, пуплерĕшре подлежащисĕрех йĕркелеме пултарать. Глагол çук чухне сказуемăя ун çумĕнче çеç пулакан сăмахсем тăрăх та уйăраççĕ. Предикаци паллине кирек мĕнле сăмах та йышăнма пултарать. Çакна шута илсе И.А.Андреев профессор тĕп пайташсене питĕ анлăн  пăхма е вĕсене пачах пăрахăçлама тивет тет.

Шухăш тытăмне уçăмлăрах кăтартас тĕллевпе калаçура подлежащипе сказуемăй е вĕсен ушкăнĕсем хушшинче вăрăм тăхтав тăваççĕ. Ăна çырура тире лартса палăртаççĕ. Шухăш пайĕсене ятарласа уçăмлатас тĕллев çук чухне тире лартмаççĕ.




#Article 146: Рожанский Ермей Иванович (213 words)


 
Рожанский Ермей Иванович (1741 çул, Кăрмăш хули — 1813 çул, Кăрмăш хули) — ÿкĕтлевçĕ (тăнлантаравçă, миссионер), сăваплăхçă,  кивĕ чăваш çырулăхне йĕркелекенсенчен пĕри. 

Хусан епархийĕн пуçлăхĕ В.Пуцек-Григорович хушнипе Рожанский чăваш чĕлхин пĕрмĕш грамматикине — «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» — çырас ĕçе те активлă хутшăннă. Асăннă пулăшу кĕнекисемпе Хусанти тата Чулхулари тĕн семинарисенче чăвашла вĕрентес ĕçре усă курнă.

Рожанский Ермей Иванович 1813-мĕш çулта вилнĕ. Çав вăхăтрах В.Г.Родионов вилнĕ вăхăт пирки XIX ĕмĕр пуçламăшĕ тенипех çырлахать. 

Интернетра ак çапла калани пур:

В.Г.Родионов каланичен: Е. Рожанскин куçарăвĕсемпе паллашса, çак ĕçе унăн вĕренекенĕсем те хавхалансах пуçăннă. Г. Рожанскипе И. Русановский 1789-1790-мĕш çулсенче 130 урока пайлана чăвашла вĕренмелли учебник хатĕрлеççĕ. Ку вĕренÿ пособине икĕ пине яхăн чăвашла сăмах çаврăнăшĕ кĕнĕ.
Ăна ăнланмалла чĕлхепе çырнă, авторĕсем Е. Рожанский традицийĕсене асра тытса ĕçленĕ. Асăннă учебникпе Чулхула семинарийĕнче XVIII ĕмĕр вĕçленичченех чăвашла вĕрентнĕ. Ку вĕренткĕч, ахăртнех, пĕр-пĕр архивра упранать пулмалла.

ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ
сонет

...Ун чух Раҫҫей Империйӗ ҫӗн ҫимӗҫ
Сӗнет чӑвашсене пӗрре вӑйпа,
Тепре илӗртӳпе: пулайӗ, имӗш,
Тӗне кӗрсессӗн пурлӑх пӗр купа!

Лару-тӑру хаяр пулсан та тивӗҫ
Ӗҫне тумашкӑн чи таса чунпа...
Ермей Рожанский, ак сана шӑпа
Сӗнет яваплӑ, йывӑр, хӑшкӑлти ӗҫ.

Тӑнлантаравҫӑ пулнине кура
Чиркӳсенче янрать сан лӑпкӑ сасӑ,
Ҫапах та урӑххи те пур пуҫра:

Тахҫан лӳппер ӗне хыпса ҫӑтсассӑн
Ҫухалнӑ кӗнеке тупӑнтӑр-и? —
Шурри ҫине шав акӑнтӑр хури!




#Article 147: Кăрмăш (280 words)


Кăрмăш, — Сăр юханшывĕ çинче вырнаçнă сала. Летописьсенче пĕрремеш хут 1372 çулта асăннă. Вал вăхăтра Борис Константинович кнеç ку вырăнта Кармăш ятлă хула лартма хушнă. Чулхуларан 100 çухрăмра вырнаçнă.

Хулана никĕсленĕ хыççăн ку хӳтлĕх Русь патшалăхĕн хĕвелтухăç енчи чикĕ пулнă. Çавăнпа та вăл хĕвеланăç енчи кӳршĕсенчен сыхланмалли вырăн шутланнă. XIV—XVI ĕмĕрсенче хӳтлĕхри çарсем Ылтăн Урта çарĕсемпе нумай çапăçăвсем иртернĕ. Çав çапăçăвсем халăх халапĕсенче упранса юлнă, каярах вара хула гербне ӳкернĕ чухне усă курнă. Хула гербĕ çинче çăвăнпала тахире хирĕç икĕ ухă ӳкернĕ.

Хула хӳтлĕхĕ çинчен калакан XIV—XVI ĕмĕрхи çырăвсем упранса юлман. Чи малтан каласа паракан çырăвсем XVII ĕмĕре килеççĕ. 1623—1626 çулсенче çырнă ăнлавсем тăрăх хӳтлĕх Сăр юханшывĕн сулахай енче, Сăр юханшывне Кăрмăш юханшывĕ юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Стенисемпе хуралтисем икĕ енчен чăнкă çырансемпе хӳтĕленнĕ, ытти енчен пилĕк çурă метр тарăнăш канав пулнă. Канав тĕпĕнче çивĕч частокол пулнă. 1623-1626 çулсенче хӳтлĕхĕн çичĕ хуралтă пулнă. Вĕсенчен улттăшĕ тӳрĕ кĕтеслĕскерсем пулнă. Пĕри вара ултă кĕтеслĕскер, Хĕрлĕ ятлăскер пулнă. 1626 çул патнелле пĕри вĕсенчен çунса кайнă. Икĕ хапхаллă хуралтă пулнă. Вĕсемсĕр пуçсăр стенасенче тата тăватă пытарса хунă хапха пулнă.

Хӳтлĕх ăшĕнче çар пуçлăхĕн карти, боеприпас склачĕ, тĕрме, 17 ампар, 28 пурăнмалли çурт, Турă çӳратакан Успени соборĕ тата чиркӳ вырăнĕ пулнă. Хĕç-пăшал хушшинче 2 пушка, 20 пăшал, 20 пăт порох, пушкăсем валли 355 ядро, пăшалсем валли 2584 ядро, тата серăпа селитра пулнă.

Кăрмăш аталанăвĕ Хусана илнĕ хыççăн чаранса ларнă. 1552 çулта Улатăр хӳтлĕхне тунă хыççăн, Кармăш пелтерĕшĕ татах чака пуçланă. Кăнтарти тата хĕвелтухăç чикисем самаях куçнă пирки хула пĕлтерĕшĕ чаксах пынă

Хула гербне 1780 çулхи раштавăн 22 йышăннă. Герба ăнлантарнинчен: Гербăн çӳлти пайĕнче Чĕмпĕр гербĕ вырнаçнă. Айăнче симĕс уйра вырнаçтарнă икĕ хĕреçле хунă ылтăн ухăсем. Ухăсем ку вырăнти малтан ухăпа лайăх пеме пĕлнине халалласа хунă.




#Article 148: Ротацизм (142 words)


Ротацизм — историре пĕр-пĕр сасă [r] сасса куçса кайни. Термин грек чĕлхинчи  ρ саспалли ятĕнчен (ро) пырать.

Чăваш чĕлхинчи  хăш-пĕр сăмахсенчи хăш-пĕр р сасă ытти тĕрĕк чĕлхисенчи з сасăпа тӳр килет. Ку вăл — чăваш ротацизмĕ. Чăваш чĕлхи ротацизмпа палăрса тăрать пулсан, ытти тĕрĕк чĕлхисем ăна хирĕçле пулăмпа (зетацизм) палăраççĕ.

Ротацизм — питĕ авалхи пулăм, вăл монгол, тунгуз-маньчжур чĕлхисемшĕн те характерлă.  Кун пек ротацизмăн палăрăмĕсем тепĕр чухне ытти тĕрĕк (сăмахран, якут) чĕлхисенче те сисĕнеççĕ. 

Ротацизм авалхи пулăм иккенне венгр чĕлхинчи авалхи пăлхар (чăваш) сăмахĕсем çирĕплетеççĕ (вĕсем венгр чĕлхине IX ĕмĕрччен кĕнĕ).

Ротацизм ХIII—XIX ĕмĕрсенчи Атăлçи пăлхар çырулăхĕн палăкĕсенче (масар çинчи чул юпассм çинче) те палăрать. Вăл халĕ вилĕ шутланакан ытти пăлхăр чĕлхисенче те пулнă.

Пратĕрĕк тăрăмĕнчи -d- чăваш чĕлхинче  -r-  пек рефлексациленме пултарать. Çак пулăма иккĕмĕш ротацизм е ротацизм II теççĕ. Гусейнов Гарун-Рашид Абдул-Кадыровичăн диссертацийĕн авторефератĕнче (вырăсла) ăна второй тип ротацизма тенĕ.




#Article 149: Михайлов Спиридон Михайлович (216 words)


Михайлов Спиридон Михайлович (1821 çулхи раштавăн 16 Чикмĕ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) Юнкăпуç ялĕ — 1861 çулхи кăрлачăн 15 Чикмĕ хули) —  чăваш историкĕ, этнограф, хăй тĕллĕн вĕреннĕ çыравçă, Янтуш ятпа паллă йăхран тухнăскер..

Ачаллах вăл Чикмĕ хулинчи пĕр çын патĕнче тарçăра ĕçлеме тытăннă. Çав хушăрах хăй тĕллĕн çырма-вулама вĕреннĕ. Вунтăваттă çула çитсен Чикмери сутра малтан çыруçă çумми, кайран çыруçă пулса ĕçлеме пуçланă. Пыра-киле Янтуш пысăк пĕлӳллĕ, ăнăçлă çыравçă, историк, этнограф тата фольклорçă пулса тăнă.

 
Çыравçă ĕçĕпе ĕçленĕ, 1842 çултанпа юлашки кунĕсенченех Чикмери земской сутĕнче тăлмач пулса ĕçленĕ. Сутра вăл чăваш чĕлхинчен куçарнă, çыру çыракан пулнă.

С. М. Михайлов-Янтуш марисем çинчен те нумай çырнă, çавăнпа ĕнтĕ вĕсем ăна хăйсен çыравçи вырăнне хурса хисеплеççĕ.

Михайлов (Яндуш) Спиридон Михайлович [16(28).11.1821, деревня Юнгапоси, ныне Моргаушского района Чувашской АССР, — 3(15).1.1861, Козьмодемьянск], чувашский историк, фольклорист, писатель. Родился в крестьянской семье. Грамоте выучился самостоятельно. С 1851 публиковал в русских газетах и в журнале Москвитянин статьи о народно-поэтическом творчестве и об истории чувашского народа, о его обычаях и обрядах, праздниках и народной музыке (Предания чуваш, 1852, Чувашские песни, пословицы, приметы, 1853, и др.). Автор очерков и рассказов, разоблачающих общественную несправедливость, произвол царских чиновников (Разговор на постоялом дворе, Злополучный сын, Хитрая кошка).

Пурăннă чухнеи 34 ĕçне пичетленĕ, вилнĕ хыççăн 14 ĕçне хатĕрлесе кăларнă, 12-шне тупайман, çав шутра «Чуваши: историко-этнографический очерк» кĕнекине.




#Article 150: Герат (152 words)


Герат, — Афганистанăн Герат провинциĕн тĕп хули. Хула патшалăхăн çурçĕр хĕвеланăç енче, Герируд юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Тинĕс шайĕнче 925 метр çӳллĕшĕнче ларать.

 

Пирĕн эрăчен 500 çулсенче хула Артакона, е Арейа, ячĕсенме паллă пулнă. Пирĕн эрĕчен 330 çулта хулана Александр Македонский ярса илнĕ. Ун хыççăн вара вăл Александрия-Арианаятпа паллă пулма тытăнать. Александр Македонский вилнĕ хыççăн хула пĕр-пĕрне улăштарса пынăскерсен авалхи тата вăтам ĕмĕрхи патшалăхсене кĕнĕ. Сасанидсем тата çавăн пекех Араб халифачĕ вăхăчĕсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ хула шутланнă. Хорасанра та, Саманидсен вăхăчĕнче, тĕп хуласенчен пĕри шутланнă. 1221 çулта хулана монголсем ярса илсе салатса çĕрпе танлаштарнă. 1236 çулта хулана çĕнĕрен çĕклесе пурăнма пуçланă.

XIII тата XIV ĕмĕрсенче хула историĕ Курт династиĕпе çыхăннă. Монголсем Мервпа Балха аркатнă хыççăн пысăк шёлк çулĕ Герат урлă кайма пуçланă. Вăл çул урлă Перси таварĕсене Индипе Китая илсе кайнă.

Тимуридсен вăхăчĕнче хула самай аталанса çитнĕ. Ку вăхатра туса лартнă хăш-пĕр çуртсем, мечетсем пирĕн вăхăтчен те упранса юлнă. Вĕсем халĕ культура палăкĕсем шутланаççĕ.




#Article 151: Тайăм (288 words)


Тайăм, — глагол кăтартакан ĕç е тăрăм чăнлăхпа еплерех  çыхăннине кăтартакан грамматика категорийĕ. Тайăм форми глагол тĕпĕ çумне ятарлă аффикс хушăннипе пулать.

Чăваш чĕлхинче тăватă тайăм: кăтарту, хушу, ĕмĕт тата килĕшÿ.

Кăтартса калани хорми ĕç каличчен пулса иртнине, халь пулса пынине тата каланă хыççăн пулассине пĕлтерет (Эпĕ кĕнеке вуларăм. Ача çыру çырать. Ыран эпир кинона каятпăр). Çавăнпа кăтартса каланин виçĕ вăхăт — иртнĕ, хальхи тата пулас вăхăчĕ — хорминче пулать. 

Кăтартса каланин ятарлă морфологи палли (аффиксĕ) çук, унăн пĕлтерĕшне вăхăт тата сăпат аффиксĕсем кăтартаççĕ: вула-т-ăп, вĕрен-ет-ĕп, çыр-т-ăм, кай-ăп, итл-ĕп-ĕр.

Хушу калани хорми ĕçе тума хушнине пĕлтерет (Эсĕ шутла. Эпĕ ĕçлем. Вăл çыртăр). Ку каланин пулăвĕ кашни сăпатра хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕл-е-м, эсĕ пĕл, вăл пĕл-тĕр; эпир пĕл-е-р, эсир пĕл-ĕр, вĕсем пĕл-ччĕр. Хирĕçлев пĕлтерĕшĕ каллех хăйне евĕрлĕ: эпĕ пĕлем мар, эсĕ ан пĕл, вăл ан пĕлтĕр; эпир пĕлер мар, эсир ан пĕлĕр, вĕсем ан пĕлччĕр.

Хушса каланин 2 сăпат хорми чăваш глаголĕн тĕпĕ шутланать (кай, пĕл, вула, итлĕ).

Сăпат формисен хушу пĕлтерĕшĕ пурин те пĕр пек мар: 2 сăпат форми ĕçе тума хушнине тулли, вăйлă палăртать пулсан, ыттисен пĕлтерĕшĕнче хушу сĕмĕ вăйсăртарах.

Ĕмĕтленсе калани ĕçе тума ĕмĕтленнине пĕлтерет. Вăл глагол тĕпĕ çумне -ăтт (-ĕтт), -ĕчч аффикс хушăннипе пулать (кай-ăтт-ăм, кай-ăтт-ăн, кай-ĕчч-ĕ; кай-ăтт-ăм-ăр, кай-ăтт-ăр, кай-ĕчч-ĕ-ç). Хирĕçлев аспекчĕн хорми глагол тĕпĕпе тайăлу аффиксĕ хушшине -м аффикс кĕрсе ларнипе пулать (кай-м-ăтт-ăм, кай-м-ăтт-ăн, кай-м-ĕчч-ĕ).

Килĕшсе каланипе усă кураканни пĕр-пĕр ĕçпе килĕшнине, уншăн ĕç вĕçленĕвĕ кирек мĕнле пулсан та пурпĕреххине пĕлтерет. Каланин  пĕлтерĕшне тăвакан аффиксĕ -ин тата -ăсă (-ĕсĕ): эпĕ кай-ăп-ин, эсĕ кай-ăсă-н, вăл кай-ин; эпир кай-ăп-ăр-ин, эсир кай-ăсă-р, вĕсем кай-ĕ-ç-ин. Çак каланин хирĕçлев аспекчĕ -м аффикс хушăннипе пулать: эпĕ кай-м-ăп-ин, эсĕ кай-м-ăсă-н, вăл кай-м-ин.

Ку тайăмăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш сăпат формисемпе кулленхи калаçура сайра усă кураççĕ.

Вырăс чĕлхинче виçĕ тайăм: кăтарту, ĕмĕт тата хушу.




#Article 152: Мукина Ираида Васильевна (116 words)


Мукина Ираида Васильевна (1957, нарăс, 6 Чăваш АССР, Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳрт ялĕ çур.), — филологи ăслăхĕсен кандидачĕ .

Тăван ялĕнчи тулли мар вăтам, Тури Туçари вăтам шкулсенче пĕлӳ пухнă. 1974-1979 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕнче вĕреннĕ. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн 16 çул хушши республикăн тĕп хаçатĕнче — «Коммунизм ялавĕ», каярахпа «Хыпар» хаçатра куçару пайĕнче тăлмачра ĕçленĕ. 1994 çултанпа Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультечĕнче вăй хурать. Чĕлхе ыйтăвĕсене тишкерет, Ираида Мукина тĕпчевĕсем И.Я.Яковлев еткерĕпе, унăн куçару ĕçĕсемпе çыхăннă.

Ираида Мукина 20 ытла статья тата «И.Я.Яковлев çинчен хунă чăн сăмах» («Руссика» издательстви, 1998) монографи авторĕ. 1999 çулта «Библин чăвашла куçарăвĕ чăваш литература чĕлхине йĕркелесе çирĕплетес ĕçри вырăнĕ» темăпа диссертаци хӳтĕленĕ.




#Article 153: Кивĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ) (419 words)


Кивĕ Ахпӳрт (вырăс. Старое Ахпердино, тутар. Иске Ахпүрт), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи чиркÿсĕр ял. 

Ялта вăтам шкул, кĕнекесар-вулавăш, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ вырнаçнă.

Тĕпри Калинин урамĕ ятлă. Халăхри ячĕ халлĕхе паллă мар. Урамсен вырăсла ячĕсем: Восточный переулок, Улица Калинина, Луговая улица, Наречная улица, Южная улица. Паллах, чăвашла тата халăхри ятсем те пур: Калинина—Çÿлти кас, Наречная улица—Аялти кас, Южная улица—Çĕнĕ кас; Восточный переулок текенни Турчка касси ятпа паллă.

Кивĕ Ахпӳрт Пăла шывĕн вăтам юхăмĕнче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Ку тĕлте Пăлана Пайпарăс тата Пучивар шывĕсем юхса кĕреççĕ.

Малтанхи пирки çапла калани пур:

.

Чăн малта Ак Бэрдĕ тени тăрать.  Ак кунта пĕр-пĕр лайăх (позитивлă) сăнара палăртать, чăвашла Хак тенипе танлаштарăр (арабизм: Турă, Чăнлăх, Сиплĕх, Тивĕç-ирĕк; حق haq ). Бэрдĕ — стандартлă тĕрĕк чĕлхисенче — пачĕ. Çапла вара иккĕшне пĕрле тусан Турă Пачĕ тенине пĕлтерет. Çынсене çавнашкал ят панă тахçан. Стандартлă тĕрĕк чĕлхинчи [э] сасă [и] сасса куçиччен пулса иртнĕ (хальхи тутарсем, сăмахран, «бэрдĕ» мар, «бирдĕ» теççĕ).  Пÿрт тени каярахпа çеç, контаминациленнине кура, сиксе тухнă. 

Калас пулать, -пердино/-бердино/-пирдино/-бярдино формантпа вĕçленекен ытти ял ячĕсене те (сăмахран, Тяжбердино, Тябердино, Акпердино т.ыт.те) çакăн пекех ăнлантараççĕ. Вĕсем хăйсен малтанхи компоненчĕсемпе çеç уйрăлса тăраççĕ. 

Кунта çырса кăтартакан яла илес пулсан,  малтан Ахпӳрт ятлă пулнă. Кивĕ текен сăмах каярах, XVII ĕмĕр вĕçĕнче 9 кил-йыш ялтан куçса кайса Пăла юханшывăн тепĕр енче çĕнĕ ял туса хунă хыççăн хутшăннă. Çĕнĕ яла Çĕнĕ Ахпӳрт теме пуçланă.

Яла никĕслекенсем халĕ Канаш районне кĕрекен Кивĕ Ахпӳрт ялăн çыннисем пулнă. Г.Ф. Мулюков краевед тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх яла 1634 çулта никĕсленĕ. Вăлах яла никĕсленĕ çынсен ячĕсене тĕпчесе пĕлнĕ. Ялти халапсем тăрах яла Еливан, Салма, тата Кăтра ятлă çынсем никĕсленĕ. Çаван пекех Сеприхана асăнаççĕ.

Столыпин реформисем вăхăтĕнче ялти пĕрлĕхрен уйрăлса тухакансем пулнă. 1910-мĕш çулта Кивĕ Ахпÿрт хуттăрĕнчи 6 килте 30 çын пурăннă. Каярахпа вăл хуттăра Пĕчĕк Ахпÿрт ят панă. Паянхи кун асăннă пурăнакан вырăн çук.

Тури Туçа вăтам шкулĕн çуртĕнче пулса иртнĕ ăславсемпе ÿнерсен Чăваш халăх академийĕн ларăвĕнче те (2016) ял ячĕн ыйтавне хускатнă. 

Ят ятне улăштарма юрамасси пирки çавăн пекех М.Р.Федотов профессор та каласа хăварнă.

 Уяв концертĕнче Кивĕ Ахпÿртĕн гимнне хăтларĕç. Гимн сăввине çыраканĕ — Кивĕ Ахпÿртре çуралнă пирĕн ентеш Владимир Рыбкин. Кĕввине паллă чăваш композиторĕ Юрий Кудаков çырнă (юррăн чăвашла тата вырăсла тексчĕсем, нотăсем, плюсовка, минусовка — пурте ал айĕнче). Куракансем гимна Чăваш халăхĕн артисчĕсем Тамара Гурьева тата Зоя Лисицына юрланине савăнса итленĕ.

Гимна мĕнле те пулин çирĕплетнĕ-и е çирĕплетмен-и, çакă халлĕхе паллă мар.

Хальхи вăхăтра Кивĕ Ахпÿртĕн гербĕ — çирĕплетни те, çирĕплетменни те, — çук. Г.Ф.Мулюков таврапĕлÿçĕ унăн сăнарĕн никĕсĕнче  хулкан çине илемлĕх мелĕсемпе  ÿкернĕ 1634 (яла никĕсленĕ çул) пулмалла тесе шутланă.




#Article 154: Залогин Олег Владимирович (105 words)


Залогин Олег Владимирович, — чăваш барчĕ, журналист, филолог, чăваш халăх барчĕсен юхăмне туса хураканĕ. 1959 çулхи çĕртме уйăхĕн 29 Тюмень облаçĕнче çуралнă. 

Алтайпа Красноярск Енĕсенче, Казахстанра пурăннă. Муркаш районĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Иванова Евдокия Фёдоровна асанне воспитани панă. Юскасси вăтам шкуленче, Çĕнĕ Шупашкарăн ПТУ 15 вĕреннĕ. Монтажник-высотник пулса ĕçленĕ. ПВО çерĕсенче çарта тăнă. 1985 çулта И.Н. Яльянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне вĕренсе тухнă. 1985-1988 çулсенче Йĕпреç районĕнчи Березовка посёлокĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Темиçе магнитоальбом кăларнă: «SOS», «Профессиональная любовь», «Утакан», тата ыттисем. Буклетсен, Мариинско-Посадская сторона – новь и старина летопиç кĕнекин авторĕ. «Залог успеха» хаçата никĕслекенĕ тата унăн редакторĕ.




#Article 155: Сăмах тытăмĕ (290 words)


Сăмах тытăмĕ, — сăмахăн морфема тытăмĕ. Çавăн пекех сăмахăн дериваци тытăмĕ те. Сăмахсем пĕлтерĕшлĕ пайсенчен (морфемăсенчен) тăраççе. Сăмахра пĕр е ытларах морфема пулма пултарать. Сăмахри кашни морфемăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Купăсçăсем сăмахра купăс — кĕвĕ каламалли япалана, -çă — çав япалапа ĕçлекен, -сем — нумайлăха палăртать.

Морфемăсем икĕ терлĕ пулаççĕ: морфемăсем тата аффикс морфемăсем (сăмах тăвакан аффикс сăмаха улăштаракан аффикс, форма тăвакан аффикс). Тымар морфемăсăр сăмах пулма пултараймасть, вăл сăмахăн тĕп пайĕ. Тымар морфема хăй теллĕн те çӳреме пултарать (курăк, çил, çуре), аффикс морфемăсен ун пек май çук.

Тымар морфемăсем чĕлхере икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: ирĕклĕ тата çыхăнчăк морфемăсем. Ирĕклĕ морфемăн лексика пĕлтерĕшĕпе грамматика пелтерĕшĕ те пур, ытти морфемăсемпе пĕрлешмесĕрех вăл сăмах майлашăвне те, предложенире те иреккĕнех кĕме пултарать (пуç, пуçлăх, пуçсăр; пуç тай, пуççап). Çыхăнчăк морфема хальхи чĕлхере хăйне уйрăммăн çӳреймест (ирсĕр сăмахра -ир — çыхăнчăк тымар, вăл хăй теллен çӳремест, мĕншĕн тесен унăн пĕлтерĕшĕ тĕксĕмленнĕ).

Аффикс хушăннипе пулнă сăмахсенче тымар морфема яланах малти вырăнта тăрать, аффикс ун çумне çак йĕркепе хушăнса пыраççĕ: сăмах тăвакан аффикс, форма тăваканнисем, сăмаха улăштараканнисем. Шухăшлаймăп глаголра шухăш— сăмах тымарĕ, -ла — сăмах тăвакан аффикс (вăл ытти япала ячĕпе паллă ячĕ çумне те хушăнать: парне - ле, сухăр - ла, тикĕс - ле), -ай — форма тăвакан аффикс, -ăп — сăмаха улăштаракан аффикс. Тепĕр чух çак йĕрке пăсăлать: форма тăвакан аффикс сăмах тăвакан аффикс умĕн те тăма пултарать: шăт-ас-лăх, пул-ас-лăх (-ас — форма тăвакан аффикс, -лăх — сăмах тăваканни) кĕт-ме-н-лĕх, çит-мен-лĕх (-ме, -н — форма тăваканнисем). Е сăмаха улăштаракан аффикс хыççăн форма тăваканни тăрать: çур çĕр-те-рех-ре (-те — сăмаха улăштаракан аффикс, -рех — танлаштару формин аффиксĕ, -ре — сăмаха улăштараканни).

Аффикс морфемăсен варианчĕсем пулаççĕ. Вĕсене пуплевре пер-пĕринпе ылмаштарма май пур, уншăн сăмах формин пĕлтерĕшĕ улшăнмасть. Сăмахран, пĕрлелĕх падежĕн -па(-пе), -пала(-пеле), палан (-пелен) аффикссем вариантсем пулаççĕ.




#Article 156: Улицкая Людмила Евгеньевна (179 words)


Улицкая Людмила Евгеньевна, — вырăс çыравçи. 1943 çулхи нарăсăн 21 Пушкăрт Республикинче Давлеканово хулара çуралнă. Упăшки — Андрей Красулин скульптор.

Пĕрремĕш ĕçĕсене 1980 çулсенче журналсенче пичетленĕ. Унăн кĕнекисене 17 чĕлхе çине куçарнă.

Людмила Улицкая Пушкăртостанра, эвакуацире, çуралнă. Вăрçă вĕçленсен Улицкисем Мускава таврăнаççĕ, унта Людмила шкулран вĕренсе тухать. Биолог-генетик ăстаçăлăхпа Мускав патшалăх университечĕнчен вĕренсе тухнă.

Людмила Евгеньевна икĕ çул СССР ĂА пĕрлĕ генетика институтĕнче ĕçлет, унтан ăна самиздата пичетлесе илнĕшĕн çитмĕлмĕш çулсенче ĕçрен кăларса яраççĕ. Çакăнтанпа Улицкая пĕртте патшалăх хĕсметĕнгче тăман: вăл Камера еврей мусăк театрĕн литература ертӳçи пулса ĕçлет, очерксем, ача-пăча пьесисем çырать, ача-пăча тата пукане театрĕ валли радио инсценировкă хатĕрлет, пьесăсене рецензилет тата монгол чĕлхинчен сăвăсене куçарать. Хăйĕн калавĕсене журналсенче пичетлеме Улицкая сакăрвуннăмĕш çулсен вĕçĕнче тытăнать. «Сестрички Либерти» (1990, режиссерĕ — Владимир Грамматиков) тата «Женщина для всех» (1991, режиссерĕ — Анатолий Матешко) фильмсем валли сценари çырнă, «Новый мир» журналра «Сонечка» повеçĕ (1992) пичетленнĕ хыççăн паллăлăха тухать. 1994 çулта çак ĕç Францире çулти чи паха куçару кĕнеки пулса тăрать, авторĕ хисеплĕ франци Медичи парнине тивĕç пулать. Францирех Людмила Улицкин пĕрремĕш кĕнеки («Бедные родственники» пуххи, 1993) франци чĕлхипе пичетрен тухать.




#Article 157: Паасонен Хайкки (183 words)


Хайкки Па́асонен (; кăрлач, 2, 1865 — çурла, 24, 1919, Гельсингфорс) — финн чĕлхе пĕлевçи, фольклорист тата этнолог.

Хельсинки университечĕнче ĕçленĕ.

Финн-угр чĕлхисене тĕпченипе пĕрлех чăваш чĕлхипе те интересленнĕ. Икĕ хутчен чăвашсем патĕнче пулса чĕлхепе этнографи тата фольклор материалĕсене пухнă. Мордва чĕлхисенчи тĕрĕк сăмахĕсене ятарлă тĕпченĕ, вĕсем хушшинче 20 ытла авалхи чăваш сăмахне çырса кăтартнă. Тĕпчевçĕ шухăшĕпе, ку сăмахсем мордва чĕлхисене XIII ĕмĕрччен кĕрсе çирĕпленме пултарнă.

Хайкки Паасонен чăваш лексикине пухса 1950 çулта чăвашла-венгрла-нимĕçле словарь пичетлесе кăларнă. Турккăлла куçарса Стамбулта пичетлесе кăларнă. Хăй вăхăчĕшĕн ку питех те паллă тата пуян словарь шутланнă, унпа тĕпчев ĕçĕсенче сахал мар чĕлхеçĕ усă курнă. Тĕслĕхрен, Джон Крюгер хăй Chuvash Manual чăвашла вĕренмелли кĕнекере Паасонен пухнă чăваш юмахĕсене, ваттисем каланине тăтăшах усă курать. Паасонен хăй пухнă материала та, çав вăхăтра пичетленсе тухнă сăмахсăрсемпе кĕнекесенчен илнĕ сăмахсене те кĕртнĕ. Вĕсен пĕлтерĕшĕсене те, этимологине те çырса кăтартнă, çавна пула словарь пĕлтерĕшĕпе пахалăхĕ, унашкал ытти ĕçсемпе танлаштарсан, пысăк пулни тӳрех курăнать. Словарьте пурĕ вçĕ пин сăмаха яхăн, вĕсене пурне те каярахпа Н.И.Ашмарин хăйĕн 17 томлă «Чăваш сăмахĕсен кĕнекине» кĕртнĕ.

Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче Хайкки Паасонен тĕпчевĕсем хăйсен пĕлтерĕшне паян кун та çухатман.




#Article 158: Ӳкĕм (173 words)


Ӳкĕм (), — япала ячĕн, хăш-пĕр ылмаш ячĕсемпе хисеп ячĕсен сăмаха улăштаракан морфологи категорийĕ. Шкулсенче вырăс терминĕпе усă кураççĕ. Унчен пĕр тапхăр «вĕçлев» терминпа усă курнă.
 

Чăваш чĕлхинче пурĕ 8 ӳкĕме палăртма йышăннă. Вĕсен йĕрки, ыйтăвĕсем тата ӳкĕм  системине тăвакан аффикссем çакăн пек:

Юлашки виçĕ ӳкĕм хальтерех пулса кайнă, ыттисем — авалах пулса кайнисем, вĕсенчен кашни тĕрĕк чĕлхисенче пур.

Кашни ӳкĕм нумай пĕлтерĕшлĕ, вĕсем контекстра палăраççĕ. Пĕр пĕлтерĕшех темиçе ӳкĕм кăтартма пултарать. Тĕслĕхрен, вырăн пĕлтерĕшĕ пару (вăрмана), вырăн (вăрманта), туху (вăрмантан), пĕрлелĕх (вăрманпа) ӳкнисен пур.

Япала ячĕсен ӳкĕмĕ — чăваш чĕлхин морфологи тытăмĕнчи кăткăс категори. Япала ячĕ ӳкĕм тăрăх улшăннине вĕçленӳ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пĕр вĕçленӳ çеç, мĕншĕн тесен кашни ӳкĕмĕн пĕр аффикс çеç. Кирек епле сăмахран та ӳкĕм форми çав аффикс хушăннипе пулать. Сингармонизм сакунне пула аффикссем икĕ вариантлă: хытă тата çемçе.

Япала ячĕ вĕçленнĕ чухне камăнлăхпа пару ӳкĕмĕнче чăваш фонетикин тĕп саккунне (икĕ уçă сасă юнашар тăма юратманни) пула морфемăсен чиккинче фонетика улшăнăвĕсем пулаççĕ:

Вырăс чĕлхинче 6 ӳкĕм, нимĕç чĕлхинче 4 ӳкӗм, удмурт чĕлхинче 15 ӳкӗм. Тапассарансен чӗлхинче вара хĕрĕх виççĕ.




#Article 159: Павлов Иван Павлович (121 words)


Павлов Иван Павлович, — чăваш чĕлхеçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, шкул вĕренӳ кĕнекисемпе методика кăтартăвĕсен авторĕ. 1928 çулхи çурла уйăхĕн 23 Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чулкаç ялĕнче çуралнă. 2002 çулхи утă уйăхĕн 20 Шупашкарта вилнĕ.

Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Иван Павлов — чăваш чĕлхи ăслăлăхĕн морфонологи пайне никĕслекенĕ. Синтаксис ыйтăвĕсемпе те унăн статйисем тăтăшах пичетленсе пынă. Чăваш лексикографийĕн юлашки 30—40 çул хушшинчи çитĕнĕвĕсенче унăн тӳпи пысăк: вăл орфографи, вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла словарьсем хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă авторсенчен пĕри. Тĕпчевçĕ паллă чĕлхеçĕсен (Н.И.Золотницкин, Н.И.Ашмаринăн, Ф.Т.Тимофеевăн, Т.М.Матвеевăн, А.И.Васильевăн) пурнăçĕпе ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлне тишкерес тĕлĕшпе те нумай вăй хунă.

Иван Павлов — шкулсем валли пичетленсе тухнă чăваш чĕлхи вĕренӳ кĕнекисен, методика кăтартăвĕсен авторĕ те. Унăн чăваш шкулĕсенче вĕрентмелли фонетикăпа морфологи учебникĕ 15 кăларăмпа пичетленсе тухнă.




#Article 160: Фёдоров Михаил Фёдорович (107 words)


Фёдоров Михаил Фёдорович (1848, чӳк, 29, Хурапха ялĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ) — 1904, çу, 4, Чархула), — пултаруллă вĕрентӳçĕ, чăваш этнографĕ, çыравçи. «Арçури» поэма авторĕ.

XIX ĕмĕрти чăваш поэзинче пысăк вырăн йышăнать.

Аслă Кăршка ялĕнчи вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Шĕнерпуçри икĕ класлă училищĕне, Самар хулинчи вĕрентекенсен семинарине вĕренсе пӗтернӗ.

Вĕрентекен пулса тăнă хыççăн хăйĕн пĕлĕвне Хусанта Н. И. Ильминский патĕнче пысăклатнă. Ильминскийпе пĕр сăмах тупайман, çавăнпа та Шупашкартан Чархулана куçнă, унта ачасене ăс пама пуçланă.

Михаил Фёдорова хулан кивĕ масарĕ çинче пытарнă. Халĕ вăл вырăнта канупа культура паркĕ вырнаçнă, вил тăприне тупса палăртма тăрăшнă, ун çинче асăну паллине вырнаçтарнă.

 




#Article 161: Васильев Алексей Ильич (110 words)


Васильев Алексей Ильич, — чăваш чĕлхи тĕпчевçи, педагог-методист. 1886 çулта Самар кĕперниĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунталлă районĕ) Емелкке Таяпи ялĕнче çуралнă. 1956 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ятне тивĕçлĕ пулнă.

Шунталлăри икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр тапхăр вĕрентекен пулса, 1920—1928 çулсенче Турай ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта директор пулса ĕçленĕ. Чĕмпĕрти педтехникумра чăваш чĕлхи вĕрентнĕ. Аспирантурăра вĕреннĕ. Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче ĕçленĕ. Алексей Васильев «Чăваш чĕлхинчи ыйтуллă пуплевсем», «Некоторые материалы к вопросу исследования орфографического режима чувашских переводов», «Вопросы чувашской орфографии» тĕпчев ĕçĕсем чĕлхе ăслăлăхĕнче паллă йĕр хăварнă.

Алексей Васильев вăтам шкулта чăваш чĕлхин фонетикипе морфологине вĕрентмелли вĕрентӳ кĕнекисен авторĕсенчен пĕри. Ку кĕнеке 12 кăларăмпа пичетленсе тухнă.




#Article 162: Айхи Геннадий Николаевич (120 words)


Айхи Геннадий Николаевич (паспортри хушамачĕ Лисин, 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕ, Çĕньял, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР  — 2006 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕ, Мускав), — чăваш сăвăçи, тăлмач.

Пулас сăвăç ачалăхне Чăваш çĕрĕнче тата Карел-Финн республикинче ирттернĕ.

Тахçан Карелире
Эп пулнă пиллĕкре.

Ывăлĕ Алексей Айхи паллă композитор.

 Пĕрремĕш «Аттесен ячĕпе» сăвă пуххи 1958 çулта пичĕтленсе тухнă. 

Çавăн пекех çак кĕнекесене асăнмалла:

Айхи нумай сăвăсене чăваш чĕлхи çине куçарнă. Çапла вăл «Франци поэчĕсем», «Венгри поэчĕсем», «Польша поэчĕсем» антологиĕсене пичĕтлесе кăларнă.

Айхи поэмисене С. Губайдулина кĕвĕленĕ.

Айхин чи лайăх сăввисене франци, швед, нимĕç, чех, словак, поляк, венгр тата ытти чĕлхесем çине куçарнă. 

Франс чĕлхине ăна Леон Робель куçарнă.

Бэкстрём Анника швед тăлмачĕ. Швецире Fältens ögon (уй куçлă) чăваш антологийĕ пичетленсе тухнă. Материалсене Айхи пуçтарнă.




#Article 163: Агаков Леонид Яковлевич (231 words)


Леонид Яковлевич Агаков (1910 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕ, Етĕрне уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ) Çуткасси ялĕ — 1977 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, драматургĕ, сатирĕ, театр тишкерӳçи.

ССРП ÇП пайташĕ (1939 ç.), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Енĕн Комсомол парнин лауреачĕ (1967 ç.), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ ( 1968 ç.), Чăваш халăх çыравçи (1974 ç.).

Леонид Агаков (1910 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ) Çуткасси ялĕнче çуралнă. 
Етĕрнери иккĕ класлă шкулта, Етĕрнери педагогика техникумĕнче, Мускаври А.В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр ӳнер институчĕн драма факультечĕнче вĕреннĕ.

Вăрçăран таврăнсан Леонид Агаков Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ, Чăваш АССР ÇП председателĕ, Тăван Атăл журналăн тĕп редакторĕ вырăнĕсенче ĕçленĕ. 

Литература ĕçлевне Леонид Агаков 1928 çулта «Тумхахлă çул» калавпа кĕнĕ. Ун хыççăн çăмрăк çыравçă «Вĕтлĕхри отряд» (1931), «Юлашки юмах» (1931) новеллăсем тата «Хăват» (1932), «Ултав» (1934) пьесăсем хайланă.

	
Вăрçă вĕçленсен Агаков паттăрлă тата авантюра повеçĕсене хайланă: «Партизан Мурат» (1947, 1965), «Ылтăн вăчăра» (1948), «Пĕр хулара» (1952), «Салтак ачисем» (1965), «Юманлăхра çапла пулнă» (1964).

Автор романтика мелĕпе чылай ĕçленĕ, унăн паттăрĕсем харсăр. 1971 çулта пичетрен «Шанчăк» романĕ тухать. 1974 çулта Агаков «Чи хакли» романа çутта кăларать.

Çыравçă камит жанрĕнче те тăрăшса ĕçленĕ (10 ытла пĕр актлă камит), чылай сатира калавĕ «Кулас килет» (1955), «Качака такисем» (1958), «Лайăх эмел» (1969), «Вăрттăн упăшка» (1977).

Пурĕпе пичетленнĕ 55 кĕнеке йышĕнчен 10 вырăс, украин тата беларус чĕлхисемпе пичетленсе тухнă.




#Article 164: Шăмăршă хыпарĕ (хаçат) (122 words)


Шăмăршă хыпарĕ () — Чăваш Республикин Шăмăршă районĕн хаçачĕ. Пĕрремĕш номерĕ çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче 1932  çулта тухнă. Ун  чухне вăл «Колхозник сасси» ятпа пичĕтленнĕ. Унтан  «Сталин ялавĕ» тата «Коммунизм çулĕ» ячĕпе тухнă.

Хаçат историйĕнче пурĕ 7 тĕп редактор пулнă. Халĕ хаçата ăста журналист И. М.Саландаев ертсе пырать.

Хăй вăхăтĕнче çак хаçат страницисем çинче Чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайĕ, сăвăçă В. Бараев, çыравçă-тăлмач Зоя Романова ,  драматург Н. Угарин, вырăс драма театрĕн директорĕ В. Лукьянов, режиссер-артист Н. В. Корчаков , Чăваш Республики призиденчĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçлекĕн В. Максимов хăйсен хайлавĕсене пичетленĕ, район çыннисене хавхалантарса пынă. Хальхи вăхăтра Иван Саландаев, Владимирпа Александр Михайловсем, Иван Медведев журналистсем хăйсен ăсталахĕпе хаçата пуян содержаниллĕ кăларассишĕн вăй хураççĕ.

Паянхи кун «Шăмăршă хыпарĕ» 2000 тиражпа тухса тăрать.




#Article 165: Асамат Светлана Васильевна (108 words)


Асамат Светлана Васильевна (паспорчĕпе Смирнова), (1952, çĕртме, 24 Чăваш Ен, Канаш районĕ, Кайри Ăнтавăш ялĕ çур.) — чăваш сăвăçи, композиторĕ . 

Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1997), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш АССР Комсомолĕн преми лауреачĕ (1989), Чĕмпĕр Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1997); Фатих Карим ячĕллĕ парне лауреачĕ.

Чăваш Енĕн ÇП пайташĕ, Чăваш Енĕн композиторĕсен ассоциацийĕн пайташĕ (1991), РФ ÇП пайташĕ (1997). Чăваш наци конгресĕн Мăн канашне кĕрет.

Канашри педагогика вĕрентешĕнче, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕпе хисепленекен мусăк вĕрентĕшĕнче, Чăваш патшалăх универститетĕнче пĕлӳ илнĕ. Чăваш телекуравĕн кĕвĕ передачисен редакторĕ, Республикăн халăх пултарулăхĕн ăслăхпе методика центрĕн методисчĕ пулса ĕçленĕ.

Халĕ К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен литература музейĕн ертӳçи пулса ĕçлет.




#Article 166: Айташ Юрий Григорьевич (121 words)


Айташ Юрий Григорьевич (паспортри хушамачĕ Григорьев) 1938 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕ, Çавалкас ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР— чăваш сăвăçи, прозăçи, куçаруçи.

СССР ÇП пайташĕ (1974), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш Ен комсомолĕн парне лауреачĕ 1980), К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш Енĕн патшалăх парнин лауреачĕ (1991). Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1996).

Юрий Айташ 1938 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Чăваш АССР кĕрекен Вăрнар районĕнчи Çавалкас ялĕнче çуралнă.

Хусан патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă. Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Матакри вăтам шкул вĕрентӳçи, телекуравĕпе радиокалаçăвĕн Чăваш комитечĕн литература кăларăмĕсен редакторĕ, Чăваш кĕнеке издательствин редакци пуçлăхĕ, Тăван Атăл журнал редакторĕн çумĕ пулса ĕçленĕ.

Çыравçă 2014 çулхи чӳкĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ

Юрий Айташ чăваш чĕлхи çине А. Пушкин, М. Лермонтов, С. Есенин сăввисене куçарнă.

Пичетленĕ кĕнекисем:

Вырăсла тухнă кĕнекесем:




#Article 167: Пушкин Александр Сергеевич (702 words)


Александр Сергеевич Пушкин — (1799, çу уйăхĕн 26-мĕшĕ (çĕнĕ йĕркепе 6-мĕш çĕртме) Мускав — 1837, 27-мĕш кăрлач (çĕнĕ йĕркепе 10 -мĕш нарăс), Сăваплă Петĕрхули) хальхи саманари вырăс çыравлăхне никĕсленĕ аслă сăвăçипе çыравçи, историк, драматургĕпе тишкерӳçи. 

Вăл 1799-мĕш çулта, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче (çĕнĕ йĕркепе 6-мĕш çĕртме) Мускавра çуралнă. Унăн ашшĕ,  Сергей Львович Пушкин (1767-1848), авалхи дворян йăхĕнчен пулса тухнă. Амăшĕ, Надежда Осиповна (хĕр хушамачĕ Ганнибал) (1775-1836), Абрам Петрович Ганнибалăн (1696-1781) мăнукĕ пулнă.
Çу уйăхĕсене ача кукамăшĕ, Мария Алексеевна Ганнибал (1745-1818), патĕнче, Мускавпа юнашар Захарово салинче ирттернĕ. Кукамăшĕ вырăсла калаçма та, çырма-вулама та лайăх пĕлнĕ: ку вăл вăхăтри дворянсен
хушшинче сайра тĕл пулакан япала пулнă. Тăван чĕлхене юратма ăна кукамăшĕ тата ача пăхакан Арина Родионовна пулăшнă. Унсăр пуçне Пушкинсен кил-йышĕнче пулса иртекен çыравлăх каçĕсем ачара ирех илемлĕ çыравлăх туйăмне çуратнă. Кунта паллă çыравçăсем пухăннă, сăмах май, унăн ашшĕ те сăвăсем çырнă, куккăшĕ Василий Львович (1766-1830) Н. М. Карамзин (1766-1826) ушкăнĕн паллă сăвăçи пулнă. Черчен çулсенчех ача Ломоносовпа  Жуковский, Мольерпа Бомарше, Вольтер хăйлавĕсемпе паллашать.

 саракан вĕрентекенсемпе тĕл пулать. Ку А. П. Куницын, çамрăк профессор, тин кăна ют çĕршывран таврăннăскер, политика кафедрине ертсе пырать; Кошанскийпе А. И. Галич, латин тата раççей сăмахлăхĕсене 
вĕрентекенĕсем; лицейĕн иккĕмĕш пуçлĕхĕ Е. А. Энгельгард çамрăк сăвăçа малтисенчен пĕри уйăрса палăртать, хăй хӳтине илет. Лицей ăна вăл хăйне хăй сăвăç пулнине туйса илме пулăшнă, кĕçех кăна унăн çывăх юлташĕсем те — И. И. Пущин, А. А. Дельвиг, В. К. Кюхельбекер, вĕрентекенĕсем те, Раççей илемлĕ çыравлăхĕн хисеплĕ елчисем те — Державин, Жуковский, Батюшков, Карамзин ăнланса илеççĕ. Çак çулсенчех Пушкин Арзамас ятлă çыравçăсен ушкăнне кĕрет, Русланпа Людмила юрăллă сăвăна çырма пуçлать.

Пăлхавлă сăвăсем çырнăшăн ăна çу уйăхĕнче  кăнтăра леçнĕ. Екатеринослав хулинче вăл Раевский кил-йышĕпе паллашать, вĕсемпе пĕрле Кавказа, унтан Крыма, авăн уйăхĕнче Кишинёва çитеть, И.Н.Инзов генерал 
килĕнче пурăнать.Кунта вăл пулас декабристсемпе паллашать, нумай ĕçлет. Ку вăхăтра вăл Кавказ чури (1821), Бахчисарай шыв таппи (1823), Тыткăнçă, Мал-пĕлен Олег çинчен юрă çырнă, Евгений Онегин сăвăллă роман çырма пуçлать, Байронпа Шенье хăйлавĕсемпе паллашать, Гавриилиада (1821), Пичче-шăллĕ хурахсем (1822), юрăллă сăвăсем çырать. 1823-мĕш çулăн утă уйăхĕнче ăна Одессăна куçараççĕ. Анчах та унпа 
Воронцов граф хушшинчи пăтăрмахсем граф ыйтнипе сăвăçа хуларан кăларса яма хистеççĕ.

Ăна амăшĕн ялне — Михайловскине яраççĕ, вырăнти пуçлăхсене ăна сăнама тивет. Кӳршĕ ял Тригорски хуçисем унăн кăмăлне уçаççĕ: П. А. Осипова килĕнче пуян кĕнеке пуххи упраннă, вĕсен кил-йышĕпе вăл малашне те туслă пулать. 1825-мĕш çулта Пушкин П. А. Осипован тăванĕн хĕрĕпе А. П. Кернпа тĕл пупнă, ăна халалласа Астăватăп асамлă саманта сăвва çырнă. Раштавăн 17-мĕшĕнче вăл декабристсен пăлхавĕ çинчен хумхавлă хыпар илеть. Юлташĕсен шăпишĕн хумханса вăл хăйĕн çинчен çырнă тата ытти айăпа кĕртме пултаракан хут-çыру çунтарнă.

Авăн уйăхĕнче тинех 1-мĕш Микулай патша хушнипе Мускава пырса çитет. Патша Пушкина хăйĕн картинчи çыравçă тăвасшăнскер, пысăк чыс тунă пек

унăн хăйлавĕсене хăй тĕрĕслеме пикеннĕ. Анчах ку евĕрлĕ пысăк чыс Пушкина хирĕç пырса çапăннă: халĕ ăна хăйлавĕсене пичетлеме çех мар, вулама та патша тĕрĕслемесĕр ирĕк пулман. Ăна Кавказа та, ют çĕршыва та кайма ирĕк пулман. Вăл Кăлăх парне, ăнсăрт парне сăвă çырать.

Çак япала ăна патшалăх архивĕнче ĕçлеме ирĕк парать. Вăл Пугачёв историйĕ (1833), 1-мĕш Петĕр историйĕ, Дубровский, Пăхăр юланут, Пикаллă майра, Анджело, юмахсем çырать. 

Юлашки çулсенче патша картипе юнашар чиновник-аристократ таврашĕсем Пушкина хирĕç кăмăлĕсене пытармаççĕ. 1833-мĕш çул вĕçĕнче патша ăна, мăшкăл тунă пек, камер-юнкер ятне парать. Ку çамрăк çынсене çех паракан чинпа ирĕксĕрех килĕшмелле пулнă: вăл архивра ĕçлес тенĕ. Унăн йывăрлăхĕсем хутшăнса пынă: Пăхăр юланутпа ытти нумай ĕçĕсене пичетлеме ирĕк паман, çырăвĕсене уçса вуланă, кашни утăмне сăнанă, нумай ачаллă кил-йышĕ ӳснĕ, укçа-тенкĕрен хĕсĕнме тивнĕ. Çапла пулин те ку тапхăр пархатарлă пулнă: вăл Египет каçĕсем,Капитан хĕрĕ, сăвăсемпе юмахсем çырнă.

Пушкин Дантеса дуэле чĕнсе кăларать. 1837-мĕш çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Хура юханшыв çинче дуэль пулса иртет, вилĕмлех аманнă Пушкинăн перитонит пуçланать, икĕ кунтан вăл çут тĕнчерен уйрăлать. В.А. Жуковский:  Вырăс çыравлăхĕн хĕвелĕ анăçа кайрĕ — тенĕ.

Халăх хумханăвĕнчен хăраса патша Пушкин вилине Петербургран вăрттăн илсе тухма хушнă. Ăна Псков кĕпернири Сăваплă сăртсен мăнастир çĕрĕнче пытарнă.

Пушкин Чăваш Енре те пулнă, чăваш туйне сăнанă, хавхаланнă. Никита Бичуринпа нумай тĕл пулнă...

Александр Пушкинăн сăввисене нумай чĕлхе çине куçарнă. Çавăн пекех нумай чăваш сăвăçи унăн сăввисене чăваш чĕлхи çине куçарнă.

Пушкина чăвашла куçаракансем:

Пущин И. И. Записки о Пушкине М., Детская литература, 1984
Т. Т. Цявловская Рисунки Пушкина М., Искусство, 1987
Леонид Гроссман Записки Д' Аршиака, Пушкин в театральных креслах М., Художественная литература, 1990




#Article 168: Ял (767 words)


Ял, — пурăнан вырăн. Кунта пурăнакан халăх ытларах енĕпе ял хуçалăхĕпе çыхăннă. Ял урамсем çине пайланать.

Халăх йышĕ пысăк ялсенче темиçе пине çитме пултарать.

Чăвашсем ялĕсене («ял», тĕрĕк чĕлхисенче: , , ) шыв хĕрринче, е çырма-çатра таврашĕнче лартнă. Чăваш Енĕн çурçĕрпе варри çĕрĕсенче пĕчĕкрех пурăну вырăнĕсем мăн ял тавра йĕркеленнĕ. Кăнтăр-тухăçĕнче — çеçенхирсенче — тата Чăваш Ен тулашĕнче ялсене юханшыв тăрăхĕн йĕрĕпе çавăрнă. Ӗлĕкхи ялта урама шутласа йĕркелемен. Килсен ушкăнĕ ăрат пуçĕн (патроними) кил йăвине йĕри-тавра хупăрланă.

XIX ĕмĕрĕн 50—80-мĕш çулĕсенче патшалăх сĕнсе хунипе тĕмĕллĕ пурăну вырăнĕсене урăхлатаççĕ: кукăр урамсене, пăралуксене, иртме хушăксене пĕтереççĕ, икĕ енлĕ тӳрĕ урам енлĕ тăваткалсем туса хураççĕ.

Пурнăç йăлипе тури чăваш ялĕсем сахал (30—70 хуçалăх) киллĕ, анатрисен тата тулашрисен ялĕсем йышлă: 1000 киллĕ, тăван çĕрĕн варринчи анат енчисен 50-300 кил çурчĕ пулать.

Чăваш Енре пурĕ 1800 ял ытла. Вĕсенчен чылайăшĕ историлле чăваш ялĕсем шутланаççĕ тата вĕсенче халĕ те чăвашсемех пурăнаççĕ. Пăрачкав районĕнче чăваш ялĕсем  пачах çук теме пулать, Улатăр районĕнче те нумаях мар. 

Раççейĕпе илсен çапларах: Тутарстанра — 250 яла яхăн, Пушкăртстанра — 200, Чĕмпĕр облаçĕнче — 167, Самар облаçĕнче — 162, Пенза облаçĕн Çăрттанлă районĕнче — 11, Сарăту облаçĕнче — 6, Кемĕр облаçĕнче — 30 ытла, Красноярск Енĕнче — 40, Омск, Томск облаçĕсенче — кашнинче 10-шар, Ăренпур облаçĕнче — 20, Удмурт, Мари Эл, Хакас Республикисенче — 2-3-шер.

Чи ватă ялсем — Тутарстанра, Пушкăртстанра, Чĕмпĕр тата Самар облаçĕсенче. Урал леш енчи ялсем çамрăкрах. Пĕрремĕш тĕнче вăрçиччен никĕсленнĕ ялсем Красноярск крайĕнче, Кемĕр облаçĕнче пур. Кунти çынсем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, çапах та хăйсен халăх йăли-йĕркине пытармаççĕ.

Çĕпĕр тăрăхĕнчи чăваш ялĕсем ытларах 1930-1950 çулсенче никĕсленнĕ. Унта чăвашла калаçакансем чылай.

Чăваш Енре -кас, -касси хушма аффикспа пĕтекен ялсем питĕ нумай.

Ял тытăмĕнче çак çуртсене тупма пулать (хăш-пĕрисене малтан тупма пулнă):

Чăваш кил йăви шутне килкарти, картиш — малти карта е килхушши тата кайри карта — анкарти кĕнĕ.

Пурăну çурчĕ (çурт, пӳрт) çумне кĕлет лартнă. Тĕрĕклĕ çĕр ĕçченĕн хуçалăхĕнче анпар, лаша вити, ĕне-сурăх вити, сарай, лăпас тата нӳхреп. Кашни тенĕ пекех чăваш килĕнче çуллахи лаç пулнă, мунчана кил йăвинчен кăшт аяккарах, çырма сăртĕнче е юханшыв çыранĕнче, хăпартнă. 

Пуянрах чăваш çын икĕ пӳрт, икĕ хутлă анпар, тырă-пулă управ пӳлĕмĕсем, выльăх-чĕрлĕх карти тытса тăнă. Пуянăн кил йăвинче 30 çурта яхăн пулнă, чухăнăн — пӳртпе пăлтăр (унпа анпар туса усă курнă, çулла çавăнтах çавăрнă) тата выльăх вити. Кил картине юман хӳмепе е хирмечепе тытнă. 

XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа чăваш ялĕнче ик ен тăрриллĕ икĕ е виçĕ уçалчăк хапха лартма тытăнаççĕ. Юман юписене çĕçĕпе касса пăлхар Хĕвел çаврипе е яввипе капăрлатаççĕ.

Лăпас айĕнче урапа, вăрăм урапа, кĕлте карманĕ тата çуна кĕртсе лартнă. 
Пуян çĕр ĕçченĕсем уяв кунĕнче лăпă кăшкарлă тăрантаспа, çурăмпа сĕвенмелли çунапа çӳренĕ, туя сăран витнĕ çурма кăшкарлă кĕмепе пынă.

Анлă саралнă пӳрт тĕсĕ — тăват хӳмеллĕ пӳрт. XIX ĕмĕрте пуян чăвашсем тăват хӳмеллĕ пӳрт, чул никĕслĕ çурт лартма пуçлаççĕ. Вăтам Атăлçипе уйрăмах Уралумĕн тавра çĕрсенче чăвашсем саманран (улăмпа тăм), çерем сийĕнчен, çаплах чулран та тăваççĕ. Тăррисене икĕ были в основном двускатными, пуянраххисен çавра пӳртсем лартаççĕ. Виттине хуйăртан, улăмран, дранки тăваççĕ, XIX ĕмĕр вĕçнелле чус, йĕс тимĕр тата черепица витме пуçлаççĕ.

Чăваш хăйĕн пӳрт ăшне ансат тунă. Пăлтăр маларах пулман, чăлан çеç тунă.  XIX ĕмĕр пуçламăшĕнчен чăвашсем пураллă пăлтăр касса лартаççĕ.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче пуян чăваш çĕр ĕçченĕсем сарлака та хăтлă пӳртсем лартма пуçлаççĕ. Тетĕмлĕ пӳрте шурă пӳрт тата ăшă пăлтăрлă кантăк чӳречеллĕ чул çурт улăштарать. Пӳртсене хулари евĕр кулленхи пурнăç йĕркисем кĕреççĕ. Йывăç тата çу çурти вырăнне майĕпен краççин лампи йышăнать. 

Чăваш сĕтелĕ пуян пулмасан та, тĕрлĕ ырăллă пулнă. Яланхи çимĕçĕ ыраш çăнăхĕнчен пĕçернĕ хура çăкăр пулнă. 

Кулленхи пурнăçра чăвашсен çимĕçе ылмаштарса çиес йĕрке пулман. Пĕрремĕш çимĕç салма яшки, çăмах яшки, кĕрпе яшки, щи, çарăк яшки, XIX ĕмĕр пуçламăшĕнчен — улма яшки. Çуркунне серте, вĕлтĕрен, пултăран яшки пĕçереççĕ.

Иккĕмĕш çимĕçе пăри, урпа, сĕлĕ тата сайра хутра тулă пăттине кĕртеççĕ, сĕлĕрен, пăрçаран тата ыраш çăнăхĕнчен тинкĕлепе нимĕре кăмăллаççĕ. ХК в çĕрулми (паранкă) чăваш сĕтелĕнче чаплă вырăн йышăнать. Çимĕçсене уйранпа, турăхпа, кантăр вăрри сĕткенĕпе ĕçнĕ. Пушкăрт тата ăренпур чăвашĕсем кумăса кăмăллаççĕ. 

Уяв кĕрекине чăваш хĕрарăмĕ хăпарту, хуплу, пӳремеч, йăва, хуран кукли, тултармăш, шӳрпе, шăрттан, чăкăт пĕçернĕ.

Ӗлĕк пур уявсене, чӳксене чăвашсем сăрапа ирттернĕ. Çав чухнех сăра кулленхи ĕçме шутланнă. Ăна урпа салачĕпе хăмларан пĕçернĕ. 

Сумлă чăвашсем сим пыл (выдержанный медовый напиток) тата кăрчама (пыл кăрчами) ĕçнĕ. 

Чăваш лаçĕ — тăпра урайлă тăват кĕтеслĕ маччасăр тата чӳречесĕр пура, кăмакине чулран купаланă. Çулла унта апат пĕçернĕ, сăра вĕретнĕ.

Чăваш ялĕнче савăт ăстисем XVIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче ĕçлеме тытăнаççĕ. Вĕсем чӳлмек, сĕт е сăра ĕçмелли кăкасăм (кăкшăм) чашăк-тирĕк ăсталанă.

Выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетнĕ ĕçре чăвашсем авалхи йăлапа пурăнаççĕ: этеп йĕркипе выльăх какайне тĕрлĕ виçеллĕ чукун хурансенче пĕçереççĕ.  XX ĕмĕр пуçламăшĕччен тырра сăран михĕре — пĕтрере — упранă, çурăм урлă хутаç — такмак — çакса çӳренĕ.




#Article 169: Аффикс (216 words)


Аффикс (лат. affixus «çыхăннă, çыпăçтарнă»)? — сăмах тымарĕ, тĕпĕ е тепĕр аффикс çумне хушăнакан чĕлхе пайĕ. Аффикс хушăннипе çĕнĕ сăмах пулать е сăмахăн грамматика пĕлтерĕшĕ улшăнать. 

Чăваш чĕлхе наукинче аффикссене виçĕ ушкăна уйăраççĕ: 

Сăмах тăвакан аффикс тĕрлĕрен пуплев пайне кĕрекен сăмахсене тума пулăшать; сăмахран, -лăх(-лĕх), -çă(-çĕ), -у(-ĕ), -в, -кăч (-кĕч), -кăç(-кĕç), -ăм(-ĕм), -ă(-ĕ), -ăç(-ĕç), -ăш(-ĕш), -кă(-кĕ) аффиксем хушăннипе япала ячĕсем, -ла(-ле), -лан (-лен), -лат(-лет), -лаш(-леш) хушăннипе глаголсем пулаççĕ.

Сăмаха улăштаракан аффикс вăл е ку пуплев пайĕнчи сăмахсене туллин улăштарма пултарать. Кунта категори формисем пурте кĕреççĕ: япала ячĕн — падеж, сăпат, хисеп, иртнĕ тăрăм, вăйлату; паллă ячĕн — танлаштару, мĕнлелĕх, палăрту; хисеп ячĕн — йĕрке, валеçӳ, мĕнлелĕх; местоименин. — падеж, хисеп, евĕрлĕх категорийĕсем пур; глагол наклонени, вăхăт, сăпат, хисеп тăрăх улшăнать.

Категори формисем вăл е ку пуплев пайĕнчи мĕнпур е чылай сăмах çумне хушăнаççĕ, пĕтĕмлĕх принципне пăхăнаççĕ. Сăмахран, -рах (-рех) паллă ячĕсен танлаштару категорийĕн аффикс пулнă май ăна сăмаха улăштаракан аффикс тетпĕр, анчах та вăл япала ячĕсенче виçĕ-тăватă сăмахпа кăна çӳрет те (ачарах, тихарах, курăкрах) форма тăвакан аффикс шутне кĕрет. Çавăн пекех -шкал (-шкел) местоимени евĕрлĕх категорийĕн аффиксĕ пулнă май ăна сăмаха улăштаракан аффикс тетпĕр, япала ячĕсене вăл икĕ сăмахра кăна (амăшнешкел, этемешкел) тĕл пулнине шута илсе ăна форма тăваканнисен шутне кĕртетпĕр. Апла пулсан, пĕр пуплев пайĕнчи сăмаха улăштаракан аффикс тепĕр пуплев пайĕнче форма тăваканнисен шутне кĕрет.




#Article 170: Аффиксоид (221 words)


Аффиксоид (гр. affix + oid «евĕрлĕ») , — аффикс евĕрлĕ морфема тенине пĕлтерет. Çак ыйтăва час-часах хутлă сăмахсене тишкернĕ чух пăхаççĕ, ку тĕлĕшрен уйрăмах кĕскелсе пулнă хутлă сăмахсенчи элементсем кăсăклă.

Тĕслĕхрен улмуççи сăмаха илеççĕ. Вăл улма йывăççи сăмах майлашăвĕнчен пулса кайнине, ку сăмахра улма, йывăç тата -и (камăнлăх категорийĕн 3 сăпат аффиксĕ) хăйсен пĕлтерĕшĕсене çухатнă тесе ĕнентереççĕ. Анчах кунта улм пĕрремĕш тымар морфемăн пĕлтерĕшĕ кăна мар, кӳлепи те хитре сыхланса юлнă, улми (улм-и; сад улм-и) тенĕ чухне эпир тымар морфема вырăнĕнче улм алломорф пулнине куратпăр + -и — камăнлăх категорийĕн 3 сăпат аффиксĕ. Çав вăхăтрах улмуççи тенинчен -уçç элемент кăна тăрса юлнă. Çак элемент хальхи чĕлхере сăмах картине кĕме мар, аффикс шутĕнче те тăмасть: чăваш чĕлхинче кун пек аффикс пуррине никам та халиччен кăтартман. Ку пулăма хутруççи, пăртуççи, урлуççи, ярнуççи, çатмараççи сăмахсенче те курма пулать.

Улмуççи сăмахра иккĕмĕш у сасă сăмах пуçламăшĕнчи у сассăн витĕмĕпе пулнă теме пулать, анчах та пăртуççи, ярнуççи сăмахсенче ку пулăма ăнлантарма йывăр.

Улмуççи сăмахра та, ытти сăмахсенчи пекех, -уçç нимĕнле те тымар морфема шутланма пултараймасть. Кăна аффиксоид тени тĕрĕсрех пулать, мĕншĕн тесен вăл тымар морфема пулма пăрахнă (тымар морфема пулнине ăсра кăна сăлтавлатпăр), аффикса тухса каяйман, анчах та ăна аффиксоид «аффикс евĕрлĕ элемент» теме пулать. Çапла вара, аффиксоид тени тымар морфема вырăнĕнче те, аффикс морфема вырăнĕнче те çӳрекен элемент, анчах та ăна тымар морфема теме çук.




#Article 171: Афоризм (103 words)


Афоризм, (гр. αφορισμός, «кĕскен калани») — пĕр-пĕр вĕçленнĕ анлă шухăша кĕскен те сăнарлăн пĕтĕмлетсе калани. Афоризм ăнлава тĕпчевçĕсем тĕрлĕрен ăнлантарса параççĕ: хăшĕ-пĕрисем афоризм шутне уйрăм авторсен çунатлă сăмахĕсене çеç кĕртеççĕ, теприсем кĕскен те сăнарлăн каланă пур сăмах майлашăвне те, çав шутрах ваттисен сăмахĕсемпе каларăшĕсене те, афоризм тесе шутлаççĕ.

Афоризм ытларах çыравçăсемпе сăвăçсем, публицистсемпе политика деятелĕсем тăваççĕ. Тĕслĕхрен: «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен»; «Укçапала эрехех çынна ăсран кăларать» (К.Иванов); «Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕршывăн хастар ачисем»; «Шанчăк пуррисем телейлĕ» (Çеçпĕл Мишши). Юлашки вăхăтра чылай произведени ячĕсем халăх хушшине афоризм пулса сарăлчĕç. Тĕслĕхрен: «Хумсем çырана çапаççĕ» (Н.Терентьев); «Манăн çăлтăр тӳпере»; «Аптраман тавраш» (П.Хусанкай).




#Article 172: Хусанкай Пётр Петрович (208 words)


Петĕр Хусанкай (Хусанкай Пётр Петрович) (1907, кăрлач, 22  Сиктĕрмe (халĕ Сиктĕрме-Хуcанкай ялĕ, Тутарстанăн Элкел районĕ), Хусан кĕперни — 1970, пуш, 4 Шупашкар, Чăваш АССР)  — сăвăç, литература тĕпчевçи, публицист, тăлмач.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх сăвăçи (1950). К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх парнин лауреачĕ (1967), Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнен лаурeачĕ (1969). 

Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕсен депутачĕ пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех РСФСР тата СССР ÇП правленин пайташĕ пулнă.

Вера Кузьминична Кузмина мăшăрĕ, Атнер Петрович Хусанкай ашшĕ.

Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче, Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, Мускаври аслă литература курсĕсенче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Вăрçăра çар журналисчĕ, дивизи хаçачĕсен ĕçтешĕ пулнă. Вăрçăри хăюлăхшăн Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тата медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Петĕр Хусанкай пурĕ 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15 вырăсла çутта тухнă. Ют çĕрсенче те нумай кĕнеке калапланнă. Чи паллисен шутĕнче унăн «Аптраман тавраш» сăвăллă романĕ тăрать. Сăмах май каласан, романăн ячĕ афоризма та кĕнĕ. Петĕр Хусанкай А. С. Пушкинăн «Евгений Онегин» романне ăнăçлă куçарнă. Çавăн пекех вăл куçарнă А. Грибоедовăн «Горе от ума», В. Шекспирăн «Ромеопа Джульетта», А. Блокăн «Двенадцать» пултару ĕçĕсене асăнмалла. К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине вырăсла куçарни чи ăнăçли шутланать.

Унăн сăввисемпе поэмисенe вырăс, украин, полхар, акăлчан, франс, нимĕç, итал, чех, араб, грузин, тутар тата ытти чĕлхесене куçарнă.




#Article 173: Хусанкай Атнер Петрович (106 words)


Хусанкай Атнер Петрович (1948, юпа, 8, Чăваш Ен, Шупашкар çур.) — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1977), профессор, чĕлхеçĕ,  литература тишкерӳçи, публицист, пĕрлĕх ĕçченĕ, ЧНК пĕрремĕш президенчĕ, ЧНК хисеплĕ президенчĕ.

Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1989), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕ (1998), Латви журналисчӗсен Союзӗн премийӗн лауреачӗ (1987), «Дружба народов» журнал лауреачӗ (1987), И.Я. Яковлев ячӗллӗ преми лауреачӗ (2002). 

Амăшĕ - чăваш халăх артистки Вера Кузьмина, ашшĕ - чăваш халăх сăвăçи Петĕр Хусанкай.

Атнер Петрович Хусанкай чăваш тата вырăс чĕлхисемсĕр пуçне акăлчан, арап, франс, нимĕç, турккă чĕлхисене аван пĕлет, арап чĕлхин диалекчĕсенчи пĕр тата икĕ хутăш йышлă сĕнӳсене, сĕнĕвĕн тĕп пайĕсене, чăваш чĕлхинчи арап-перс элеменчĕсене тишкерет.




#Article 174: Алакĕр Ваçлейĕ (168 words)


Алакĕр Ваçлейĕ (вырăсла — Алагер Василий Осипович, паспортра — Осипов), (1906 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕ Шупашкар уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) Тосинкасси ялĕ — 1988 çулхи кăрлачăн 17-мĕшĕ, Шупашкар) — чăваш прозăçĕ, драматургĕ, тăлмачĕ, тишкерӳçи. Горький ячĕллĕ литература институтне вĕренсе пĕтернĕ. 

Ун вăхăчĕпе евĕрлĕ ашшĕн ятне хушаматра усă курнă, çавăнпа ун паспортра Осипов. Чăваш хушамачĕ Алакĕр, 1930 çулта «Пулас çĕнĕ ял» (Пулас çĕнĕ йал) Алакĕр Вăçлейĕ курма пулать. 1948 çулти «Икĕ юлташ» кĕнекинче В.О. Алагер тăрать. 2011 çулта пĕр чăвашла хыпарта унăн хушаматне Алакĕр çыраççĕ. 2012 çулта Чăваш чĕлхи комиссийĕ те Алакĕр хушаматне мĕнле çырнине çирĕплетет

СССР ÇП пайташĕ (1949 ç.), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1981 ç.).

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 2 степеньлĕ орденĕпе медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Арăмĕ — Ефремова Екатерина Иосифовна, РСФСР тава тивĕçлĕ ӳкерçи, Чăваш АССР халăх ӳкерçи.

Унăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

Çавăн пекех чăваш чĕлхи çине М. Горький, А. Чехов, М. Шолохов, К. Тренев, А. Серафимович, Н. Гоголь авторсен ĕçĕсене куçарнă.

Алакĕрĕн ĕçĕн чи пысăк пайĕ куçару пулнă




#Article 175: Шупашкар ГЭСĕ (138 words)


Шупашкар ГЭСĕ, — Çĕнĕ Шупашкар патĕнче Атăл çинче вырнаçнă ГЭС. Проект тăрах унăн хăватлăхĕ 1400 Мвт. Пурĕ 78 хăватлă 18 гидроагрегат. Гидроагрегачĕсем çаврăнакан лопастьлĕ турбинăсем. Çул тăршшĕпе 3,31 млрд. квт·ч электроэнерги кăлармалла, шыв тулни (напорĕ) 18, 9 метр. 1968 çулта хăпартма пуçланă. 1980 çулхи раштавăн 31 пĕрремĕш гидроагрегатне хута янă. Ун чухне шыва 61 метр çуллĕшне çеç хăпартнă. 1981 çулта кимĕсем Шупашкар гидроузелĕ тăрăх меллĕн çӳремешкĕн шыва 63 метр тарин хăпартнă. Хальхи вăхăт таринех ГЭС çак шыв çӳллĕшĕнче ĕçлет. 

ГЭСăн шыв шайне хăпартасси, е хальхи шайрах хăварасси çинчен нумай тавлашаççĕ. Ытларах енĕпе шыв шайне хальхинчи пек хăварассишĕн Чулхула облаçĕпе Мари Эл республики тăрăшаççĕ. Хальхи шайра хăварсан çĕрсем шыв айне пулмĕç пулсан та ГЭС сооружениĕсем ванса пыни пăшăрхантарать. Çав енчех тата ГЭС та проектлă хăватлăхпа ĕçлемест. 

Шупашкарта шыва хăпартас ыйту хăвăрт йышăнманни пирки Чиркӳ çулне те туса хума ĕлкĕрчĕç.




#Article 176: Китай Халăх Республики (157 words)


Китай ( / Джунго, «вăтам çĕр çинчи патшалăх» пек вуланать) — Азин Хĕвелтухăç енче вырнаçнă патшалăх. Çын шучĕпе чи нумайи шутланать. Пурĕ 1,3 млрд. яхăн çын пурăнать. Культури питĕ пуян та авалхискер. Официаллă Китай Халăх Республики ятлă. Кĕскен КХР.

Çĕр лаптăкĕпе Китайран пысăккисем Раççей, АПШ, Канада. КХРпа юнашар пурĕ 14 патшалăх вырнаçнă: Афганистан, Бутан, Мьянма, Инди, Казахстан, Кăркăсстан, Лаос, Монголи, Непал, КХДР, Пакистан, Раççей, Таджикистан тата Вьетнам.

Китай историллĕ ăслăлăхĕнче йышăннă хронологиллĕ таблица

Китайра халăх çыравне 1953, 1964 тата 1982 çулсенче ирттернĕ. 1987 çулта ертӳлĕх тепĕр çыравне 1990 çулта ирттернĕ, хыççăн кашнине — 10 çулра пĕрр. 008 180 738 çын кăтартнă 1982 çулхи халăх çыравĕ унченхи кĕ çыравĕнчен (1953—582 млн) тĕрĕсрех шутланать. 1982 çултанхинче тĕнче йĕркеленӳлĕхĕсем те пулăшнă, çав шутра 15,6 млн доллар панă ОПН пурăнакан халăх фондĕ (UNFPA).

Çуллăх:

Арлăх:

Пурăнакан халăх тата Китайăн ака-суха çĕр лаптăкĕ: 2006 çулта чи çӳллĕ сăртлă (тинĕс шайĕнчен 5072 м çуллĕ) чукун çула Тибетре тума $4,2 млрд ĕçе янă .




#Article 177: Харбин (127 words)


Харбин, — Китай хули, Хэйлунцзян провинциĕн тĕп хули. Хулара пурĕ хула çумĕнчи ял-хуласене шутласан 9,5 млн. çын пурăнать. Хулана 1898 çулта Трансмачжур магистральне тунă чухне вырăссем никĕсленĕ. Вăл вăхăтра вăл чукун çул станциĕ кăна пулнă. Октябрь революциĕ хыççăн ку хулана нумай пуян, купса, офицер тарнă. 1932 çулта хулана япун çарĕсем ярса илнĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Япони парăннă хыççăн хулана совет çарĕсем кĕнĕ, анчах та кайран ăна Китай коммунисчĕсене панă. Хула промышленность хăватлăхĕсем Китай коммунисчĕсене çĕнтерме пулăшмалла пулнă.

Китай Халăх Республикине туса хунă хыççăн Харбинăн промышленность енĕпе аталанăвĕ татах ӳснĕ.

Хула Сунгари юханшыв çинче ларать.

Хулари хĕлсем сивĕ. Каçхи температура -40° тарин çитме пултарать. Юпа уйăхĕнче юр ларать те ака уйăхĕнче çеç ирĕлме пуçлать. Кунти çанталăк питĕ хулхăн пулнипеле (Китайăн ытти хулисемпе танлаштарсан) кунта питĕ нумай конференци иртереççĕ.




#Article 178: Пекин (106 words)


Пекин («çурçĕрти тĕп хула»), — Китайăн тĕп хули. Хула пуçлăхĕ Ван Цишань. Халăх калăпăшĕпе хула Китайра иккĕмĕш вырăнта тăрать. Шанхайра çеç ытларах халăх пурăнать.

Пекина малтанхи хут пирĕн эрăчен икĕ пин каялла асăнаççĕ. Пирĕн эрăчен пĕр пин каярахпа вăл Дзи хули пек паллă пулнă. 936 çулта Сидзинь, 1937 çултанпа — Наньдзин, XII ĕмĕр варринчен пуçласа — Джунду, е Дасин ятсемпе паллă пулнă. 1215 çулта хулана монголсем ярса илнĕ. XIII-XIV ĕмĕрсенче Даду, е монголла Ханбалык ятлăскер Юань монгол империĕн тĕп хули пулнă. 1368 çулта хулана монголсенчен хăтарнă хыççăн хула Бейпин ятпа паллă пулнă. 1421 çулта Мин китай империĕн тĕп хули пулса тăнă хыççăн хальхи ятпа, Бейдзингпа, паллă.




#Article 179: Атăлçи Пăлха́р (138 words)


Атăлçи  Пăлхар (), — вăтам ĕмĕрсенчи (VII-XIII) патшалăх. Тĕпрен илсен, хальхи Чăваш Ен, Тутарстан республикисем вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хули Пăлхар пулнă.

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Араб халифачĕпе, Висантипе тата Руçпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕсемпе суту-илӳ тунă. Атăлти Пăлхарĕ Тухăçпа Анăçа çыхăнтаракан çул çинче тăни питĕ аталанма пулăшнă. 1006 çулта Руçпе суту-илӳ килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ. 

Вырăссем Пăлхар çине тапăннине 977, 985, 994, 997, 1120, 1164, 1172, 1183, 1220 çирĕплетме пулать. Пăлхарсем хăйсем те татăшах вырăссен хулисене тапăннă. Çапла Пăлхара тăшмансенчен сыхлас тесе тĕп хулана Пӳлĕре куçарнă. 

XIII ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче Атăлти Палхар патшалăхĕ Европăри патшалăхсенчен чи малтан монголсен çарĕсемпе тĕл пулнă. Монголсем 1223 çулта тапăнса килнине вĕсем сирсе янă. 

Пăлхарсем вара монголсем хăйсене çĕнтерсе илнипе килĕшсех кайман, вĕсем пăлханма пуçланă. Çавăнпа та 1241 çулта монголсен ку çĕрсене çĕнĕрен çĕнтерсе илме тивнĕ.




#Article 180: Алентей Василий Степанович (102 words)


 

Алентей Василий Степанович (паспортра: Алендеев), (1919 çулхи юпа уйăхĕн 16-мĕшĕ, Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Вăрмар районĕ) Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. 1989 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕ Шупашкар хули, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш прозăçи.

СССР ÇП пайташĕ (1958 ç-па), Чăваш АССР халăх çыравçи ( 1983 ç-па). Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1 тата 2 степеньлĕ орденĕсене тивĕçлĕ пулнă. 

Горький хулинчи Аслă парти шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Литературăри ĕçсемшĕн Халăхсен туслăхĕн орденне тивĕçлĕ пулнă.

Шкулта ачасене пĕлӳ панă. Район хаçачĕн редакторĕ вырăнĕнче вăй хунă, Чăваш кĕнеке издательствин тата «Тăван Атăл» журналăн редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Унăн пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

Вырăсла çак кĕнекесем тухнă:




#Article 181: Артемьев Александр Спиридонович (330 words)


Александр Спиридонович Артемьев (1924 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ, Тури Вылă ялĕ, Етĕрне уесĕ, Чăваш АССР (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ)  — 1998 çулхи çурлан 5-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики, РФ) — чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, литература тишкерӳçи, тăлмач

СССР ÇП пайташĕ (1951 ç.)

Александр Спиридонович Артемьев 1924 çулхи авăнăн 14-мĕшĕнче Етĕрне уесĕн (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ) Тури Вылă ялĕнче, çĕр ĕçтеш çемйинче çуралнă.

Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илсен, А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан Литература институтĕнче вĕреннĕ. 

Тăван ялĕнчи вулав çурчĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ. «Ялав» журналăн литература пайĕнче вăй хунă, «Тăван Атăл» журналăн редакцийĕн яваплă секретарĕ ĕçĕсене туса пынă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапрансан, вунă саккăрти каччă вăрçа тухса кайнă.

А. С. Артемьевăн пĕрремĕш кĕнеки 1950 çулта «Ан авăн, шĕшкĕ» ятпа тухать. Кĕнекене çичĕ калав кĕнĕ. Вĕсенче автор совет салтакĕсен вăрçăри паттăрлăхне, киле таврăнсан мирлĕ ĕçе хастаррăн хутшăннине кăтартса парать. Вăрçă хирĕнчи инкек-синкеке çыравçă хăйĕн тусĕсемпе тӳссе ирттернĕ, ун хыççăнхи йывăрлăхсене те вăл тусĕсемпе пĕрле çĕнтерсе пынă.

Малалла унăн кĕнекисем вĕçе-вĕçĕн тухса пыраççĕ: «Хĕрлĕ çăлтăр» (1952), «Юрату юррисем» (1953), «Салампи» (1956), «Алтăр çăлтăр» (1958), «Çунатлă çуралнисем» (1965), «Хунавлах хăрнисем» (1970), «Симĕс ылтăн» (1972), «Тăвăл умĕн (1975) тата ыттисем.

Повеçри ĕçсем композиторсене те кăсăклантараççĕ. Анисим Асламас композитор ун тăрăх «Салампи» ятлă опера та çырчĕ.

А. С. Артемьевăн таланчĕ чи малтан прозăра палăрчĕ. Çав вăхăтрах вăл поэзире те нумай ĕçлерĕ, унсăр пуçне вырăс тата тĕнче классикĕсен сăввисене чăвашла куçарчĕ. Унăн сăввисене чылайăшне композиторсем юрра хыврĕç. Вĕсене паянхи те час-часах шăрантараççĕ. Акă çав юрăсенчен пĕрри:

А. С. Артемьев чăваш литературинче çухалми йĕр хăварчĕ. Унăн чĕлхи пуян та илемлĕ, сăнарĕсем пурте ĕнентерӳллĕ, пурте асра юлаççĕ. Çыравçăн кĕнекисене чылайăшне вырăсла куçарнă. Çавăнпа çыравçă пултарулăхĕпе чăвашсем кăна мар, ытти халăхсем те паллашма пултарчĕç.

Пултарулăхăн малтанхи çулĕсенче сăвăсем çырнă. Кĕвĕçĕсем унăн сăввисем çине юрăсем хывнă: «Ах, пĕлесчĕ», «Çуралнă çĕршыв», «Салампи юрри» тата ыттисем. Александр Артемьев литература критики тĕлĕшĕнче те тăрăшса ĕçленĕ.

Паллă кĕнекесем:

Александр Артемьев чăваш чĕлхи çине çак авторсен хайлавĕсене куçарнă: А. Пушкин, М. Лермонтов, И. Тургенев, Л. Толстой, И. Гёте.




#Article 182: Аслут Александр Николаевич (103 words)


Аслут Александр Николаевич (1930, раштав, 22, Ешкилт ялĕ, Канаш районĕ,  — 2014, нарăс, 20, , ) — чăваш сăвăçи, прозăçи, публицисчĕ, куçаруçи. 

РФ ÇП пайташĕ (1995), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1994).  

Чурачăкри вăтам шкулта тата ССКП Тĕп комитечĕ çумĕнчи Партин аслă шкулĕнче вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. ССКП Чурачăк райкомĕн инструкторĕ вырăнĕнче, «Коммунизм ялавĕ» («Хыпар») хаçат редакцинче, Чăваш АССР Телекуравпае радио комитетĕнче, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.

Малтанхи сăввисем район хаçатĕнче тата «Ялав» журналта кун çути курнă. Вăл нумай повеçсемпе калавсен, очерксен авторĕ. Вырăс çыравçисен хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Чăваш Енĕн паллă çыннисем çинчен публицистика статьиисене çырнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 183: Ыйтуллă пуплерĕш (264 words)


Ыйтуллă предложени, — калаканни мĕн çинчен те пулин хурав илес тĕллевпе усă куракан предложени. Ыйтуллă предложенипе ыйтусăр предложени тĕллев енчен пĕр-пĕрне хирĕçле икĕ пысăк ушкăн тăваççĕ. Ыйтуллă предложенисем ыйтусăррисенчен ыйтăва палăртмалли мелсем пуррипе уйрăлса тăраççĕ.

Чăваш чĕлхи ыйтăва ятарлă ыйту сăмахĕсемпе, татăксемпе тата хăйне майлă интонаципе палăртать. Ыйту сăмахĕсем шутне кам, мĕн, ăçта, мĕнле, епле, хăçан, мĕншĕн, миçе, мĕн-ма, ма йышши сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсем ытларах чухне сказуемăй умĕн унпа юнашар тăраççĕ. Ыйту сăмахĕ сказуемăйран инçетре тăнине те курма пулать. Ыйту сăмахĕ час-часах сказуемăй пулать. 

Ыйту татăкĕсем шутне -ши, -и, -им, -шим, -а(-э), нивушлĕ сăмахсем кĕреççĕ. Вĕсенчен -и татăк кăна тап-таса ыйтăва пĕлтерет. Ыттисем ыйтупа пĕрле тĕрлĕ модальлĕхе кăтартаççĕ. Ку татăксенчен -ши татăкпа предложенире ыйту сăмахĕ пулсан та, пулмасан та усă кураççĕ. -А(-э) татăк ыйту сăмахĕ пур чухне кăна тĕл пулать. Ытти татăксем ыйту сăмахĕ çук чухне кăна пулаççĕ. Татăк ыйтăвне вăйлатма, хăш чухне лексика пĕлтерĕшне çухатма пуçланă мĕн, мĕнле йышши сăмахсем хушса калаççĕ. Нивушлĕ татăк усă курас енчен вырăс чĕлхинчи майлă. Çак татăксăр пуçне ыттисем пурте сказуемăй çумĕнче тăраççĕ. Ыйту татăкĕ сказуемăй пур çинчех унран уйрăлса каять пулсан — тăван чĕлхе норми вырăс чĕлхи витĕмĕпе пăсăлни çинчен калаçмалла.

Ыйтуллă предложенисем, ыйтусăррисем пекех, тĕрлĕ модальлĕхе кăтартма пултараççĕ. Сказуемăй çуклă формăра чухне ĕç тума сунни сăпайлăн курăнать. Хушу наклоненийĕнчи глаголăн ыйту татăкне пула ĕç тума сăпайлăн хистенине пĕлтерет. Мар татăклă ыйтуллă предложени çирĕплетсе калама май парать. Ыйтăва интонаципе сайра хутра кăна палăртаççĕ. Кун пек предложенисем пулма пултаракан темиçе хуравран пĕрне çирĕплетессине пĕлтереççĕ е малтанхи ыйтăва конкретлăрах хуравлама е унăн мĕнле те пулин аспектне уçăмлатма хистеççĕ.

Ятарлă мелсемпе усă курмасăрах çырура ыйту палли лартнипе предложени ыйтуллă пулаймасть.




#Article 184: Пăлхари (167 words)


Пăлхари е Тăнайçи Пăлхарĕ (полх. Република България), — Европăн Балкан çурутравĕнче вырнаçнă патшалăх.

Тăнайçи Пăлхарĕпе юнашар Греци, Турци, Сăрп, Хурату, Македони тата Румыни вырнаçнă. Хĕвелтухăç енче çыранĕсем Хура тинĕс еннелле тухаççĕ. Чикĕ тăрршĕ — 2 245 çухрăм. Вĕсенчен 1 181 çухрăмĕ çĕр тăрăх, 686 çухрăмĕ юханшывсем тăрăх, 378 çухрăмĕ тинĕс урлă иртет. 

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Болгари икĕ Балкан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Ку икĕ вăрçă Балкан çурутравĕнчи туркăсен вăйĕ чакнипе, вĕсен витĕмĕ пĕчĕкленнипе вĕçленнĕ.

Пăлхари пурĕ 28 облаçе пайланать.

Полхарире хальхи кун пурĕ 100 хула патнелле шутланать. Чи пысăк хула София, унта пурăнакан халăх йышĕ пĕр миллионтан иртет. Ыттисем ун пекех пысăк мар. Сăмахран, халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнакан Пловдивра пурĕ те 340 пин ытларах çын çеç пурăнать. Çавăн пекех пысăк хуласен шутĕнче Варна, Багрус, Тусе, Кивĕ Загора, Плевен, Добрич, Сливен, Шумен хулисене асăнма пулать.

Патшалăх çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухнă май чылай хула курортлă шутланать. Хăш-пĕр курорт вара пачах та пурăну вырăнĕ шутланмасть, вĕсене кĕскен «к.к.» (курорт комплексĕ), «к.» (курорт) пек палăртаççĕ.

Ашмарин, Древние болгары, Казань, 1903.




#Article 185: Пурхи Ахван (158 words)


Пурхи Ахван (паспорчĕпе Афанасьев Порфирий Васильевич, 1942 çулхи нарăс, 20, Çĕнĕ Йĕлмел ялĕ, Тутар АССР, Çарăмсан районĕ çуралнă) — чăваш прозăçи, сăвăçи, драматургĕ, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1977),  Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ (1982), Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992), Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ (2001), Ф. Карим ячĕллĕ премии лауреачĕ (1998), И.Я. Яковлев ячĕллĕ премии лауреачĕ (2002), Трубина Марфи ячĕллĕ преми лауреачĕ. Пĕтĕм тĕнчери тĕнче халăхĕсен ăс-тăнлăх академин пайташĕ.

Шкулта ачасене вĕрентнĕ, Çарăмсан район хаçачĕн редактор çумĕ пулнă. 1967 çулта Шупашкара куçса килнĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатăн (1967-1974, 1976-1977) редакцисенче ĕçленĕ. Хатĕр пул журналăн редакторĕ, Чăваш Енĕн ÇП правленин председателĕ (1986-1990), Чăваш Радиовĕн тата Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш Республикин Пичетпе информаци политики министрĕн çумĕнче вăй хунă. 

Чăваш Енĕн професиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ çумĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

Вильям Шекспирăн «Виндзорские проказницы» комедине, Л. Леоновăн «Нашествие» тата В. Распутинăн «Деньги для Марии» пьесисене чăвашла куçарнă. Ку авторсемсĕр ытти çыравçăсен ĕçĕсене те чăвашла куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 186: Жжёнов Георгий Степанович (293 words)


Жжёнов Георгий Степанович, — СССР актёрĕ. 1915 çулхи пуш уйăхĕн 22 Петроград хулинче çуралнă. 2005 çулхи раштавăн 8 Мускавра вилнĕ.

СССР халăх артисчĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. РСФСР патшалăх премиĕн, Довженко ячĕллĕ премиĕн тата СССР КГБ премиĕн лауреачĕ пулнă. Ленин, Ӗçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ. Çавăн пекех «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» 4 степеньлĕ ордена тивĕçлĕ пулнă.

Георгий Жжёнов Тверь кĕперниĕнчи хресчен çĕмьинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Жжёнов Степан Филиппович тата Щёлкина Мария Федоровна. 

Малтанхи 22 çулне Георгий Жжёнов Васильевски утравĕ çинче иртнĕ. 1930 çулхи çуркунне вăл физикăпа математикăллă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Ленинградри эстрадăпа цирк техникумĕн акробатика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне аслă пиччĕшĕн докуменчĕсене усă курнă. Çавăнпа та Борис Жженов пек паллă пулнă. Кайран кун çинчен каласа панă, анчах та унăн шӳтне каçарнă.

Циркра вĕреннĕ чухне ăна кино ĕçченĕсем асăрханă, «Паттăр йăнăшĕ» (Ошибка героя, 1932) фильма ӳкерĕнме чĕннĕ. Ку фильмра вăл Пашка Ветров тракторист рольне вылянă. Кинора ӳкерĕннĕ хыççăн Георгий цирка пăрахса Ленинградри сцена ӳнерĕн институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çулта института вĕренсе пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра «Республикăн еткер принцĕ» (Наследный принц Республики), «Ылтăн çылăмсем» (Золотые огни), «Комсомольск», «Чапаев».

С.М. Кирова вĕлернĕ хыççăн унăн аслă пиччĕшне арĕслесе тĕрмене хупнă. Ашшĕпе амăшпе, тата йăмăкне Казахстана леçнĕ. Георгий Жжёнов кунпа килĕшмен, Казахстана кайман. «Комсомольск» (1938) фильма ӳкернĕ чухне АМру çинчи Комсомольска каймалла пулнă. Пуйăсра вăл америка çыннипе паллашать. Çак паллашăвшăн ăна шпионаж енĕпе айăпласа пилĕк çуллăха тĕрмене хупаççĕ. 1945 çулта ăна хăйне лайăх тытнипе ирĕке кăлараççĕ. 

Георгий Жженов Свердловск киностудине лекет, анчах та 1949 çулта ăна каллех арĕслеççĕ те Норильска ăсатаççĕ. 1955 çулта унăн пĕтĕм айăпне каçарнă. Ленинграда таврăнать те Ленинград облаçĕн драма театрĕнче тата Ленсовет ячĕллĕ театрта актёр пулса ĕçлет. 1968 çулта вăл Мускава куçса Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлеме тытăнать.

Георгий Жжёнов театрта тата кинора пурĕ 100 ытла роль вылянă.

Вăл ӳкерĕннĕ картинăсем:




#Article 187: Шекли Роберт (192 words)


Роберт Шекли, — америка çыравçи. 1928 çулхи утă уйăхĕн 16 Нью-Йоркри Бруклинта çуралнă. 2005 çулхи раштавăн 9 Нью-Йорк штачĕнчи Покипси хулинче инсульт хыççăн вилнĕ.

Бруклинта (Нью-Йорк) çуралса Нью-Джерсире ӳснĕ. Пĕчĕк чухне Рей Бредбери, Теодор Стерджин, Генри Катнер ĕçĕсене килленсех вуланă. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Кореяра çар службинче тăнă. Унтан таврăнсан Нью-Йорк университетне вĕренме кĕнĕ. Университета гуманитари ăслăлăхĕсен степеньĕпе вĕренсе пĕтернĕ. Кун хыççăн вăл хăйĕн ăслăлăхпа фантастикăллă калавĕсене журналсене сутма тытăннă. Темиçе çул хушши вăл пурĕ 100 ытла калав кун евĕр пичĕтленĕ.

Юлашки çулсенче Роберт Шекли мăшăрĕ Гэйл Дана çыравçă пулнă. Орегон штачĕнчи Портлендра пурăннă.

Унăн пĕрремĕш «Immortality Inc.» (1958) романĕ тăрăх 1992 çулта «Freejack» фильм ӳкернĕ. Унсăр пуçне унăн кĕнекисем тăрăх «The Tenth Victim» (1965), «Escape from Hell Island» (1965), «Dead Run» (1969), «Condorman» (1981), «The Prize of Peril» (1983) тата ытти фильмсене ӳкернĕ.

Чи паллă кĕнекисем: «Immortality Inc.», «Ăс-тăн ылмашăвĕ» («Mindswap») и «Тĕлĕнтермĕш координатисем» («Dimension Of Miracles»). Роджер Желязны çыравçăпа пĕрле вăл виçĕ серинчен тăракан кĕнекесене çырнă: «Принц пуçне мана илсе килсе пар» («Bring Me The Head Of Prince Charming»), «Фаустпа сире ăнăç килмерĕ пулсан» («If At Faust You Don’t Succeed») и «Пьеса малалла тăсăлмалла» («A Farce To Be Reckoned With»).




#Article 188: Брэдбери Рэй (132 words)


Рей Бредбери, — америка çыравçи. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 22 Иллинойс штатĕнчи Уокиган хулинче çуралнă. Тулли ячĕ Рэймонд Дуглас Брэдбери. Иккĕмĕш ятне Дуглас Фэрбенкс паллă актёр ячĕпе панă. Ашшĕ — Леонард Сполдинг Брэдбери (пĕрремĕш куçса килнĕ англичансен йăхĕнчен), амăшĕ — Мари Эстер Моберг (швед).

Рей Бредбери ачалăхĕ Пысăк Депресси вăхăтĕнче иртнĕ. Университетшăн тӳлеме укçа çителĕклĕ пулман пулсан та вăл çăвах 12 çулта çыравçă пулас тĕллеве лартнăскер хăйĕн тĕллевĕ патне куллен-хуллен пынă. Ачалла хаçат сутнă. Темиçе çул арăмĕ ĕçлесе илекен укçа çине пурăннă. Çапах та 1950 çулта унăн «Марс хроникисем» пĕрремĕш пысăк ĕçĕ пичĕтленсе тухать. Кăштахран «Фаренгейт тăрăх 451 градус» хайлавĕ пичĕтленет. Ку хыççăн унăн ячĕ тĕнчипе паллă пулса тăрать.

Рей Бредберине фантастика мэтрĕ, фантастсенчен чи лайăх çыравçă тесе шутлаççĕ.

Пысăк ĕçĕсем:

Ытларах ĕçĕсен шутне калавсем кĕреççĕ. Çыравçă пурĕ 400 калав ытла çырнă.




#Article 189: Ахрат Иван Васильевич (118 words)


Ахрат Иван Васильевич (чăн хушамачĕ Константинов) (1934, çĕртме, 3, Чăваш АССР, Йĕпреç районĕ, Энтриел ялĕ — 2004, Çĕнĕ Шупашкар хули, Чăваш Ен  — чăваш прозăçи, сăвăçи, журналисчĕ. Çырнисенчен ытларахăшĕ мусăк тĕнчипе çыхăннă. 

Раççей çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1994)

Çиччĕ класлă вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячĕллĕ кĕвĕ училищине вĕренме кĕнĕ. Кайран Чăваш педагогика институтне пĕтернĕ. Улатăрти, Сĕнтĕрвăрринчи, Çĕнĕ Шупашкарти мусăк шкулĕсенче тата Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ шкул-интернатĕнче вĕрентнĕ. Республикăри Халăх пултарулăх çурчĕн методисчĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. 1970-1990 çулсенче Чăвашрадиовĕн кĕвĕ ярăмĕсен редакторĕ тата тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Иван Ахрат сăввисем çине нумай юрă хывнă. Вĕсен шучĕнче Л. Жуковскийĕн «Сарă хĕр юрри», Н. Карлинăн «Пĕрле ӳснĕ туссем», И. Степановăн «Çул юхать, юхать», «Ай, юрлар-и?» тата ыттисем.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 190: Авалхи тĕнче (134 words)


Авалхи тĕнче, — пирĕн эрăчен 3500 çултанпа пуçласа пирĕн эрăн 476 çул таран тăсăлнă истори тапхăрĕ.

Пăлхар йăхĕн тăхăмĕсем ытти тĕрĕк йăхĕсемпе пĕрле Вăтам Азинчен тухнă. Çак пысăк лаптăк çинче пирĕн эрăчченхи 3-мĕш пинçуллăхра тĕрĕк чĕлхеллĕ (халĕ вăл чĕлхене кăк тĕрĕк чĕлхи теççĕ) халăх несĕлĕсем — тĕрĕксем пурăннă. 

Хунсен пĕрремĕш династийĕ пирĕн эрăччен 1764 çулта никĕсленнĕ. Хунну сăмах китайла Вуннă тенине пĕлтерет, грекла гунны тесе вуланать. Хуннсем куçса çӳрекен халăх пулнă. Хунсемпе юнашар монгол, тунгус, маньчжур, финн- угор, иран чĕлхеллĕ, индоевропа йăхĕсем çӳренĕ. Вĕсене пирĕн эраччен III—II ĕмĕрсенче хуннсем пăхăнтарнă. Вăл вăхăтра Чешинче патша Туман пулнă. Тĕрĕксем хушшинче кыпчак, огуз тата огур йăхĕсем пулнă. Огур (пăлхарсемпе суварсем) Хунну патшалăхĕн анăç енче тăнă.

Хуннсене китай чĕлхипе культури витĕм кӳни паллă. Чăваш чĕлхи ĕлĕххи хуннсен хăйсене пăлхар текен ушкăн чĕлхинчен пĕр пĕччен сыхланса юлнă чĕлхе шутланать.




#Article 191: Чиндыков Борис Борисович (147 words)


Чиндыков Борис Борисович ( 1960 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ Чăваш АССР, Етĕрне районĕнчи Палтай ялĕ çур.) — чăваш драматургĕ, прозăçи, сăвăçĕ, публицисчĕ, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1990 ç.). 1993 çулта «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли» пьесишĕн Чăваш Енĕн литературăпа ӳнер патшалăх парнине тивĕçлĕ пулнă.

Мускавра А. М. Горький ячĕпе хисепленекен Литература институтĕнче (1984) вĕренсе тухнă. Чăваш республики Çыравçисен Пĕрлешĕвенче литература консультанчĕ (1985—1988), «Тăван Атăл» журналăн литература тишкерĕвĕпе публицистика пайĕн пуçлăхĕ (1988—1989), Чăваш Республикин Аслă Канашĕнче консультант, «Лик Чувашии» журналăн тĕп редакторĕ (1994—1997) вырăнĕсенче ĕçленĕ.

Хăй вăхăтĕнче «Аван-и» (1990—1993) тата «Реклама и объявления» (1992—1993, хальхи вăхăтра Шупашкарта «Почтовый экспресс» ятпа тухса тăрать) хаçатсем кăларнă.

Чăваш рекламин чи талантлă креаторĕ тата копирайтерĕ шутланать. ЧАП парти ятне, «Сансăр» тата «Teen/Тин» юрă ушкăнĕсен ячĕсене, «Аван-и» хаçат ятне, шутласа тупнă,  сайта уçнă.

Хăй çырнисĕр пуçне, чăвашларан тата турккăлларан вырăсла, çавăн пекех вырăсларан, акăлчанларан, турккăлларан чăвашла чылай куçарнă.

чувашского мира]

чувашского мира]




#Article 192: Арцыбышев Николай Сергеевич (160 words)


Арцыбышев Николай Сергеевич, — вырăс çыравçи, историк. 1773 çулхи раштавăн 12 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енен Çĕрпӳ районĕ) Мами Сали ялĕнче çуралнă. 1841 çулхи авăн уйăхĕн 27  вилнĕ.

Николай Арцыбышев дворян çемьинче çуралнă. 1781 çулта унăн ашшĕ вилнĕ. Ашшĕ вилсен ăна Вологдăри помещик, амăшĕ енчен кукаçи Яков Михайлович Чернявский хăйĕн патне илсе кайнă. Унта Николай Арцыбышев хута вĕреннĕ. Хăйĕн ачисене хӳтĕлес тесе амăшĕ Ĕпхӳри помещике Иван Савинович Кублицкийе тепĕр хут качча тухать. 1782 çулта И.С. Кублицкий Николая Вологдăран илсе килет те Хусанти пансиона вĕренме ярать. 

Хусанта вăл тăватă çул иртернĕ. 1786 амăшĕ вилет. Яков Михайлович Чернявский ун хыççăн 13 çулхи ачана Петербурга леçет, Преображени полкĕн лейб-гварине капрала çырса хăварать. 1788 çулхи нарăсăн 1 Николай Арцыбышева Сесеновский гварди полкĕн сержантне куçараççĕ. Ку вăхăтранпа вăл çара тăнă. Çав вăхăтрах 1789 çулчен пенсионра вĕреннĕ.

Чăваш çĕрĕнче çуралнăскер Николай Арцыбышев чăваш халăхне тĕпчеме пикеннĕ. Вăл чăвашсене финн-угр шутне кĕрекен халăх тесе шутланă.

Чи паллă литература ĕçĕ — «Раççей çинчен каласа пани» (Повествования о России).




#Article 193: Баранова Сарра Леонтьевна (136 words)


Баранова Сарра Леонтьевна, — (1930, чӳк, 1, Чăваш АССР, Вăрнар районĕ, Мăнъял Хапăс ялĕ – 2014, раштав, 10, Чӑваш Республики, Шупашкар хули) — сăвăç, прозă ӑсти, тăлмачӑ. 

Чăваш литературинчи витĕмлĕ ĕçĕсемшĕн «Капкăн» журналăн тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн хисеп грамотисене, тата çавăн пекех тăватă медале тивĕçлĕ пулнă.

Ишлей районĕнче зоотехник пулса, Чăваш кĕнеке издательствинче корректор пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтрах КПССăн Чăваш горком çумĕнчи культура университечĕнче вĕреннĕ. 

Литературăри пĕрремĕш утăмĕсене 1949 çулта тунă. Ун хыççăн унăн калавĕсемпе хайлавĕсем, тата сăввисемпе новеллисем кулленекх Чăваш Ен хаçачĕсемпе журналĕсенче пичĕтленеççĕ.

Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

Чăваш чĕлхи çине куçарнă кĕнекесем:

Унăн сăввисем çине 40 ытла юрă хывнă.

Баранова Сарра Леонтьевна // Энциклопедия Вурнарского района. – Чебоксары, 2005. – С. 47-48.

Баранова Сарра Леонтьевна // Союз чувашских писателей. – Чебоксары, 2002. – С. 22-23.

Станьял, В. П. Баранова Сарра Леонтьевна / В. П. Станьял 




#Article 194: Логика (583 words)


Логика ( сăмахĕнчен — сăмах, шухăшлав), — тĕрĕс шухăшлаттарма вĕрентекен ăслăлăх.

Сосредоточени тăн карчĕсен свойстви пулса тухать. Тăн карчĕсем пиллĕк: çапкаланчăк, мăка, йĕркесĕр тĕллевлĕ, пăнчăра пуçтарăннă, чарăннă.Вĕсенчен йĕркесĕр тĕллевлĕ тăн сапаланса ирĕлсе пĕтет.

Пăнчăра пуçтарăннă тăн объектсене мĕнле пур, çавăн пек реально çутатса кăларать, аффектсене пĕтерет, тăн малалла сарăлса каяссине чарас тĕллев лартать. Çакăн пек тăн тăватă модуспа çыхăнса ĕçлесе тăрать - уйăрасси,рефлекси,савăклăх тата хăйлăх. Тăн функцийĕсем чарăнса ларсан тăнсăр сосредоточени килсе тухать.

Тăн хăйĕн туртăмĕсем тасаллă, активлă е инерциллĕ пулнипе виçĕ модаллă пулать. Тăн энергийĕне объектсем улшăнтараймаççĕ те, пĕтереймеççĕ те - объектсем хăйсем хăйсене кăтартаççĕ, тăн таса та вĕçĕмсĕр.

Çапла вара тăн чарăнмасăр çаврăнса ĕçлесе тăрать. Тăн хăйĕн функцийĕне ĕçлесе тултарсан хăйĕн пĕртанлăхне куçать е космос циклĕн вĕçĕнчи сăлтавĕнче ирĕлсе пĕтет. Тăн хусканăвĕсем пилĕк тĕрлĕ пулаççĕ - чăн пĕлни, аташни, менталла конструкцилени, ыйăх тата ăс.

Чăн пĕлни - сисни, шухăшласа тупни тата авторитела кăтартса пани.Сисĕмсене туйни чăн пĕлнин çăлкуçĕ пулса тăрать, вăл тăн тулашри объект хăйне палăртнине сисĕм органĕсен каналĕсем урлă куçарнă чух палăрать.Туйнин тĕп функцийĕ - объектсенчи спецификана палăртасси.

Шухăшласа тупни - логикалла вывод тăвас текен пĕр класлă элементсен хушинчи çыхăнусене объект вырăнĕнче палăртакан тăн хусканăвĕ,вăл тĕрлĕ класлă элементсем хушшинче çук.Унăн тĕп функцийĕ - пĕрпĕтĕмлĕхе палăртса лартасси.

Авторитетла кăтартни - аторитетлă этем курнă е логикалла кăларнă объект,вăл ăна сăмахсемпе каласа хăйĕн пĕлĕвне урăх этеме куçарса парать, итлекенĕн тăн пулăмĕ сăмахсене итлесе тупăнса, вĕсен пĕлтерĕшне объектласа пани авторитетла кăтартни пулать. Авторитетла кăтартнине ĕненмесĕр тăма е улшăнтарма май çук. Авторитетла этем е шанма çук, е хăй курман, е логикалла кăларман объектсем çинчен пĕлтерсе калать пулсан унăн кăтартăвĕ силленчĕк пулса тăрать.

Аташни - объектăн хăйĕн мар форми çинчен кăларнă суя пĕлни. Аташнине чăн пĕлни урлă сирсе яма пулать.Тĕслĕх - эпир куçпа икĕ уйăх та курма пултаратпăр, анчах реально уйăх пĕррĕ çеç.

Менталла конструкцилени , унăн объективлă основа çук чухне ,автортетла кăтартнин чăнлăхĕн шайĕнчен тухать.Вăл чăн пĕлни е аташни патне пымасть.Вăл ăсласа кăларнă конструкци, çавăнпа унпа сăмахсен хушшинче усă курма пулать.

Ыйăх - тăн уйрăм хусканăвĕ,пĕлмеллисем çукки çинче тытăнса тăрать.Çак тăн хусканăвĕ уйрăм опыт пулать, мĕншĕн тесен вăрансан ăсра палăрса тухать.Сăлтавсăр ун пек пулмасть.

Ăс - иртнĕ опыта çухатманни.Ăс объектăн формине тата ăнланнин процессне пĕрлештерет.Çакăнта интеллект- ăнланнин процессĕн формипе, ăс- объектăн формипе тĕпрен палăрса тăрать. Ăс икĕ тĕрлĕ - асăнни курăнланса е курăнланмасăр тăрать.Ыйăхра асăни курăнланса тăрать, çывăрман чухне курăнланмасăр тăрать.Çак асăнусем опытран çуралса тухаççĕ.Тăн хусканăвĕн формисем хăйсен тĕпĕнче - савăнни, хурланни тата анрани.

Тăн юхăмĕ икĕ еннелле юхать - ырлăх е усаллăх патне.Юхăм хускалмасăр юхсан тăн сарăлса çаврăнма чарăнать, вара тикĕслĕх пуçланать.

Туйăм объекчĕсен[хĕрарăмсем,апат,власть, çӲлти пурнăç ...] çитменлĕхĕсене пĕлекенсем вĕсене шута илмеççĕ те.

Уйăрасси - тăн объекчĕн тӳрккес опычĕ, рефлекси - çинçе опыт. Савăклăх - шалти çĕкленӳ. Хăйлăх - хамăрăн «эп» тăнпа пĕрленни.
Тăнсăр сосредточени - тăн хусканăвĕ чарăнса ларни, вăл сисĕмсем пĕтсен(пĕтерсен) килсе тухать.

Чир, апати,иккĕленни,тимсĕрлĕх,юлхавланни,чарусăрлăх,суя ăнланни, тĕллев тупайманни,стабильность çухални тăна сапаланчăк тăваççĕ.Çак чăрмавсем тăн хусканăвĕсем чарăнсан пĕтеççĕ.
Чир - шалти органсен шайлашăвĕ ванни.
Апати - тăн функцисене пурнăçлайманни.
Иккĕленни - пробламан икĕ енне те пĕр вăхăтра виçни ( ун пк те плма пултарать, кун пек те пулма пултарать).
Тимсĕрлĕх - интерес çукки.
Юлхавланни - ӳт е тăн йывăррине пула ним те туманни.
Чарусăрлăх - сисĕм объекчĕсемпе пĕрлешме туртăнни.
Суя ăнланни - йăнăш пĕлӳ .
Тĕллев тупайманни - тепĕр карт çине куçайманни.
Стабильность çухални - тăн килсе çитнĕ карт çинче фиксациленейменни.

Хурланни виçĕ тĕрлĕ пулать - шалти сăлтавсене пула, урăх существосене пула, естестволла мар япаласене пула.Çак явленисем сапаланчăк тăнра пулаççĕ.Вĕсене туйăмсăрлăха çирĕплетсе пусарма пулать.
Чĕрчунсене юратса,хурланакансемпе пĕрлешсе,пулăшакансене савăнса,урăхлисем çине туймасăр туса пырсан таса качество килсе тухать, çак стабильность патне илсе çитерет.

теннно.. 1712




#Article 195: Башири Зариф (115 words)


Башири Зариф (паспортра: Баширов Зариф Шарафутдинович), (1888 çулхи çăвăн 5-мĕшĕ Тутарстанăн Кайпăç районĕнчи Тутар Чутей ялĕ — 1962 çулхи юпан 21-мĕшĕ) — прозăçĕ, сăвăçĕ, публицисчĕ.

Башири Зариф хăйĕн пĕрремĕш ĕçĕсене «Казан мухбире» («Хусан хыпарçи») хаçатра, каярах «Шура» («Канаш») тата «Чукеч» («Мăлатук») журналсенче, «Фикер» («Шухăш») , «Йолдыз» («Çăлтăр») , «Вакыт» («Вăхăт») хаçатсенче пичетлет. 1907 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки - «Миллет кайгысы» («Забота о нации») сăвăсен пухăмĕ — çутта тухать. 1908 çулта вăл Ăренпура куçса каять, кунта унăн 1908-1910 çулсенче 8 сăвăсен пухăмĕ: «Тутый юханшывăн сасси» , «Сăвăсем» , «Çурхи Хĕвел» - (1908). «Ирхи чан» , «Астăвăм» , «Утешающее и пробуждающее», «Çурхи тумлам» —(1909), «Туйăмсен сăпки» (1910) пичетлет. «Каримов , Хусаинов тата К°» типографинче корректор пулса ĕçлет. 




#Article 196: Белов Филипп Михайлович (100 words)


Белов Михаил (чăн ячĕ Белов Филипп Михайлович, 1911, çурла, 18, Хусан кĕперни  Аксу уесĕ, (халĕ Тутарстанăн Аксу районĕ) Чăваш Киреметпуçĕ ялĕ (Вершинно-Чувашская Киреметь) — 1982, юпа, 16, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш прозăçи, драматургĕ, тăлмачĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1939). Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе тата медальсемпе тивĕçленĕ.

Чистайри ача çурчĕнче çитĕннĕ. Иккĕмĕш ступень шкулне вĕренсе пӗтернĕ. Ялти шкул вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ. 1941-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Чистайри вырăс драма театрĕн тата Шупашкарти Халах пултарулăхĕн Çурчĕн директорĕ пулнă.

Пичетленнĕ кĕнекисем:

Михаил Беловăн вырăсла кĕнекесем те пичетленнĕ. Сăмахран: «В зареве заката» (1959) тата ыттисем. Çавăн пекех вăл тутар çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.




#Article 197: Бичурин Никита Яковлевич (231 words)


Иакинф Бичурин (Никита Яковлевич Бичурин, мăнах чухнехи ячĕ архимандрит Иакинф (1777 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕ, Типнер ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ) — 1853 çулхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕ, Санкт-Петербург); — монгол тĕпчевçи, — тăван çĕршывăн синологине никĕслеенсенчен пĕрри, раççей дипломачĕ, çулçӳревçĕ, китай чĕлхине пĕлекен, тухăç тĕпчевçи, прозăçă, очеркист, сăвăç

Бичуринăн ăслăх ĕçĕсене Раççейре кăна мар, Европăра та çӳллĕ хакланă. 1828 çулта ăна Раççей ăслăхĕсен академийĕн пайташ-корреспондент шутне суйласа илнĕ. 1831 çулта Парижри Ази пĕрлĕхĕн йышне кĕртнĕ. 1834, 1839, 1843, 1849 çулсенче вăл Раççĕйĕн ăслăлăх шайĕнчи чи пысăк паллине, Демидов премине тивĕçлĕ пулнă.

Петербурга 1822 çулхи кăрлач уйăхĕнче таврăнсан хăш-пĕр куçарăвĕсене пичетленĕ.

çулсен пĕрремĕш çур пайĕнче унăн Китай империйĕнчи халăх, администраци тытăмлăхĕ, территори пайланăвĕ, саккунсем, суда ертсе пыни, ял-хуçалăх çинчен каласа паракан ĕçĕсем пичетленсе тухнă. 1851 çулта Бичурин хатĕрленĕ «Вăтам Азире авалхи вăхăтра пурăннă халăхсем çинчен пĕлӳсен пуххи» ятлă кĕнеке çутта тухнă. Кунта Китай çул çыравĕсенчен Çĕпĕр, Вăтам Ази, Туркестан, Монголи, Вăтам тата Аякри Тухăçра пирĕн эрăччен юлашки ĕмĕрсенчен пуçласа пирĕн эрăн малтанхи ĕмĕрсенче пурăннă халăхсем çинчен тупса кăларнă пĕлӳсене пуçтарнă. Ку кĕнекене нумай халăх историне тĕпченĕ чухне усă курнă. Чăвашсен аваллахне тĕпченĕ чухне те унпа усă курнă.

XX ĕмĕрте Бичурин пурнăçĕпе ĕçне тухăç тĕпчевçисемпе историксем тĕплĕн тĕпченĕ. А.Н.Бернштам, Л.И.Думан, П.Е.Скачков, Л.Н.Гумилев, В.Д.Димитриев, П.В.Денисов тата ыттисем Бичурин пурнăçĕпе паллашса тĕпченĕ, Бичурин Раççей ăслăлах синологине никĕсленине, çавăн пекех Раççейри, Вăтам Азири тата Китайри халăхсен чĕлхисемпе культурисене тĕпчемешкĕн пысăк ӳсĕ кӳнине палăртнă.




#Article 198: Потанина Александра Викторовна (126 words)


Потанина Александра Викторовна, — Тĕп Азине тĕпчекен, çулçӳревçĕ, этнограф. 1843 çулхи нарăс уйăхен 6 (ç.с.) Чулхула кĕперниĕнчи (халĕ Чулхула облаçĕ) Горбатов хулинче çуралнă. 1893 çулхи юпа уйăхĕн 1 вилнĕ. Кяхта хулинче çĕре кĕртнĕ.

Тĕп Азине тĕпчекен хĕрерамсенчен пĕрремĕш шутланать. Г. Н. Потанин арăмĕ.

В. Лавровскийĕн, Чулхулари ăс-тăн семинариĕн вĕрентекенĕн интелегент çемьинче çуралнă. Хĕрсен училищинче вĕреннĕ, воспитательница пулса ĕçлене. 1872 çулта Вологда кĕперниĕн Никольска ссылкăна янă Константин пиччĕшĕ патне кайса килнĕ. Унта Константинăн юлташĕпе, Г. Н. Потанинпа паллашнă. Кăштахран Григорий Потанинпа пĕрлешнĕ.

Ачаранах ӳкернипе тата естество ăслăлăхĕсемпе кăсăкланнă. Мăшăрĕ Тĕп Азине çулçӳреве кайнă чухне унпа пĕрле пынă. Мăшăрĕпе пĕрле 1876-1877, 1879-1880 çулсенче Монголин çурçĕр-хĕвеланăç енне, 1884-1886, 1892-1893 çулсенче çурçĕр енчи Китая, Тибетăн хĕвелтухăç енне тата Монголин тĕп районĕсене çитсе килнĕ. Юлашки çулçӳревĕнче Янцзы юханшывĕ çинче чирлесе вилнĕ.




#Article 199: Бурнаевский Валентин Григорьевич (113 words)


Бурнаевский Валентин Григорьевич — маринист, çыравçӑ, прозă ӑсти. 1927 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Куйбышев облаçĕн (халӗ Самар облаҫӗ) Кушкă районĕнчи Ваҫлавкка ялĕнче çуралнă – 2007 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Шупашкар хулинче вилнӗ.

А. М. Горький ячĕпе хисепленсе тăракан литература институчĕнче вĕреннĕ. «Ялав» журнал редакцийĕн литература ĕçченĕ пулнă.

Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1997)

Сементер, Ю. Пичетлĕ хут : Валентин Бурнаевский çуралнăранпа 85 çул çитнĕ май / Ю. Сементер // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 11. – С. 64-68 : фот.

Бурнаевский Валентин Григорьевич // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 49-50.

Тимуков, А. Н. Бурнаевский Валентин Григорьевич / А. Н. Тимуков // 




#Article 200: Чăваш чĕлхин трансличĕ (163 words)


Чăваш чĕлхин трансличĕ, — чăваш чĕлхин сăмахĕсене латиница саспаллисем урлă çырма пулăшакан мель.

A a - А а

A' a' , Ă ă - Ă ă

B b - Б б

C c – Ц ц

D d - Д д

E e - Э э

E' e' , Ӗ ĕ - Ӗ ĕ

F f - Ф ф

G g - Г г

J j - Й й

K k - K к

L l - Л л

M m - M м

N n - Н н

S' s' , Ş ş - Ç ç, Щ щ

T t - Т т

U u - У у

U' u' , Ű ű - Ӳ ӳ

V v - В в

Y y - Ы ы

Z z - З з

Je – E

Jo - Ё

Ju - Ю

Ja – Я 

Sh - Ш

Ch - Ч

Zh - Ж

Cch , Chch - ЧЧ

Ssh , Shsh - ШШ




#Article 201: Качиньский Лех Александр (107 words)


Лех Алекса́ндр Качи́ньский (; çĕртме, 18 1949, Варшава, Польша Халăх Республики — ака, 10 2010, Смулен облаçĕ, Раççей) — Польша президенчĕ (2005-2010), Варшава мэрĕ (2002—2005), «Право тата тĕрĕслĕх» партин ертӳçĕсенчен пĕри. 

Лех Варшавăра 1949 çулхи  çĕртмен 18-мĕшĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи ветеранĕ, Край çарĕн офицерĕ тата инженер Раймунд тата Ядвига Качиньскисен çемьинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 1944 çулхи Варшава пăлхавне хастар хутшăннă пулнă.

Вунвиççĕ тултарсан, 1962 çулта, Лех Ярослав йĕкĕрешĕпе пĕрле Польшăра халăх питĕ кăмăлланă «Иккĕн уйăха вăрланăскерсем» () ача-пăча юмах фильмĕнче тĕп ролĕсене вылянă.

Варшава университечĕн юридици факультетĕнче вĕреннĕ, 1972 çулта магистр степенне тивĕçет. 1979 çулта Гдань университетĕнче тухтăр диссертацине хӳтĕлет, 1990 çултанпа вăл — çак университетăн профессорĕ.




#Article 202: Скьявелли Винсент (116 words)


Винсент Андрей Скьявелли, — паллă америка актёрĕ. 1948 çулхи раштавăн 10 Нью-Йоркри Бруклин районĕнчи италинчен куçса килнĕ çемьере çуралнă. 2005 çулхи раштавăн 26 Полицци Дженероза ялĕнче вилнĕ.

Винсент Скьявелли çĕмьи Италин Сицили утравĕ çинчен куçса килнĕ пулнă. Винсент кайран ку утрава нумай кайса çӳренĕ.

Юлашки çулĕсенче вăл Полицци Дженероза ялĕнче пурăннă. Кунта вăл хăйĕн чирĕ çинчен пĕлсен куçнă. Ку ялта малтан унăн тăванĕсем пурăннă пулнă.

Винсент Скьявелли пурĕ телевиденипе кинора 120 роль патнелле вылянă. Астуса юлмалли персонажсем Милош Форман картинисенче (Куккук йăви çинчен вĕçнĕ чух, Амадей, Вальмон, Халăх Ларри Флинта хирĕç) нумай курма пулать.

Çавăн пекех вăл ӳкерĕннĕ кинокартинăсем:

Винсент Скьявелли кинора выляссисĕр пуçсăр виçĕ апат пĕçермелли кĕнеке кăларнă, кулинари çинчен хаçатсемпе журналсенче нумай статья пичĕтленĕ.




#Article 203: Итали (135 words)


Итали, — Европăра вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Рим. 

Италипе юнашар Франци, Швейцари, Австри тата Словени вырнаçнă. Итали çыранĕсем Тиррен, Вăтаçĕр, Иони тата Адриатика тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ. Итали ытларах пайĕпе Апеннин çурутравĕ çинче вырнаçнă. Çавăн пекех Итали шутне Сардинипе Сицили утравĕсем (чи пысăккисем) кĕреççĕ.

Итали — центра унитари патшалăхĕ. Тĕп хула — Рим. Патшалăх 20 облаçрен тытăнса тăрать — Валле-д’Аоста, Ломбардия, Трентино-Альто Адидже, Фриули-Венеция Джулия, Пьемонт, Лигурия, Венеция, Тоскана, Умбрия, Эмилия-Романья, Марке, Абруццо, Лацио, Молизе, Базиликата, Кампания, Калабрия, Апулья, Сардиния тата Сицилия (вĕсенчен 5-ĕшĕ — Сицилия, Сардиния, Трентино-Альто-Адидже, Валле-д’Аоста тата Фриули-Венеция-Джулия — уйрăм статуслă), администрациллĕ-территориллĕ 110 виçе - провинци. Провинци хăйĕн майĕпе коммунăсене пайланать, пурĕпе 8101 коммуна. Автономи облаçĕсенче элчеллĕ органсем — облаç канашĕсем тата ĕçтăвакан органсем — джунтсем, облаçсем тата автономи провинцисем облаçĕн тата провинцин саккунĕсене, Конституципе килĕшӳллĕ, йышăма пултараççĕ.

Рим, Милан, Турин, Неаполь.




#Article 204: Итали патшалăхĕн гимнĕ (169 words)


Итали патшалăхĕн официаллă гимнĕ шучĕнче Fratelli d'Italia (итал. Итали ывăлĕсем) шутланать. Çавăн пекех ăна Мамели гимнĕ тесе калаççĕ. Гимнăн авторĕ Гоффредо Мамели. Ăна вăл 1847 çулхи кĕркунне çырнă пулнă. Кăштах каярахран Микеле Новаро унăн сăвви çине кĕвĕ кĕвĕленĕ. 

Fratelli d'Italia,
l'Italia s'è desta,
dell'elmo di Scipio
s'è cinta la testa.
Dov'è la vittoria?
Le porga la chioma,
che schiava di Roma
Iddio la creò.

Noi fummo da secoli
calpesti, derisi,
perché non siam popolo,
perché siam divisi.
Raccolgaci un'unica
bandiera, una speme:
di fonderci insieme
già l'ora suonò.

Uniamoci, amiamoci,
l'unione e l'amore
rivelano ai popoli
le vie del Signore.
Giuriamo far libero
il suolo natio:
uniti, per Dio,
chi vincer ci può?

Dall'Alpi a Sicilia
Dovunque è Legnano,
Ogn'uom di Ferruccio
Ha il core, ha la mano,
I bimbi d'Italia
Si chiaman Balilla,
Il suon d'ogni squilla
I Vespri suonò.

Son giunchi che piegano
Le spade vendute:
Già l'Aquila d'Austria
Le penne ha perdute.
Il sangue d'Italia,
Il sangue Polacco,
Bevé, col cosacco,
Ma il cor le bruciò.




#Article 205: Ермеккей районĕ (129 words)


Ермекей районĕ (, ) — Пушкăртстан Республики (РФ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Хĕвеланăç енче вырнаçнă. Администраци Ермеккей салинче вырнаçнă. Ĕпхӳне çитме 235 км.

Районта пурĕ 54 ял вырнаçнă. 18 пине яхăн çын пурăнать. Халăхсем хушшинче тутарсем, чăвашсем тата пушкăртсем ытларах сарăлнă. 1 тăваткал çухрăм çине 12,5 çын килет.

Çĕр айĕнчи пуянлăхсем шутĕнче нефть, акшар, хăйăр минералсене палăртнă.

Район урлă Самар — Ĕпхӳ — Челепи чукун çулĕ иртсе каять. Автомобиль çулĕсем района Октябрьски, Пелепей, Туймаçи тата Ĕпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.

Районта професси училищи тата историпе краеведени музейĕ вырнаçнă. Пурĕ 31 шкул пур, вĕсенчен 8 вăтам шкул шутланаççĕ. Çавăн пекех ача-пăча кĕвĕ шкулĕ, 26 библиотека, 38 клуб, районăн тĕп пульници, 3 ял пульници пур.

Вырăс тата тутар чĕлхисем çинче «К новым победам» (Çĕнĕ çĕнтерӳсемшĕн) ятлă хаçат тухса тăрать.




#Article 206: Васильева Людмила Николаевна (372 words)


Людмила Николаевна Васильева, — сăвăç. 1930 çулхи пуш уйăхĕн 15 Тутарстанăн Аксу районĕнчи Таркăн ялĕнче çуралнă. 1949 çулхи çĕртме уйăхĕн 11 вилнĕ.

Ашшĕ, Хветут Микулайĕ, ăна Атнакăл Микулайĕ те тенĕ, вĕрентекен пулнă. Ăна 1934 çул пуçламăшĕнче колхоз председательне суйласа лартаççĕ. 1935 çулта колхозри выльăх фельдшерĕ правленине темиçе хутчен те тырă çыртарса илет те сутса ĕçсе ярать. Çакна пĕлсе тăракан председатель ăна юлашкинчен правленирен хăваласа кăларса ярать, урăх пĕр пĕрчĕ тырă та çырса памасть. Вара çав çын Микулая тавăрма шутланă, ăна йӳçĕ парса вĕлернĕ.

Амашĕ, Антун Кĕтерни, хут вĕренмен ахаль хресчен хĕрĕ пулнă. Çамрăклах арçынсăр тăрса юлнăскер, виçĕ хĕртен иккĕшне упраса çитереймен: Люда аппăшĕн Зоян та пурнăçĕ çамрăклах татăлнă — хĕр çирĕм тăватă çулта чухне гриппа чирлесе вăхăтсăр вилнĕ. 

Людмила 1938 çулта Таркăнти пуçламăш шкула вĕренме кайнă, 1942 çулта тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Çитмен пурнăçа пула виçĕ çул ун хыççăн колхозра ĕçленĕ. Вара 1945 çулта тин Илтрекьелĕнчи çичĕ класлă шкула вĕренме кĕнĕ, ăна унта тӳрех улттăмĕш класа лартнă.

Çак тулли мар вăтам шкула пĕтĕмпех пиллĕк паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ, Мухтав хучĕ илме тивĕçлĕ пулнă. Çакăн хыççăн пĕр çул хушши Чистайри ял хуçалăх техмикумĕнче шут ĕçне вĕреннĕ. Çакă ăна пит килĕшсех пĕтмен курăнать, вăл 1948 çулхине Аксури педагогика училищине вĕренме кĕнĕ.

Хĕрача спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе аван çӳренĕ, яланах кроссене хутшăннă. Пĕррехинче вăл районти йĕлтĕрçĕсен кросĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă, унтан питĕ пиçĕхсе килнĕ хыççăн, çырмара вакă умне выртса, шыв ĕçнĕ. Кун хыççăн вăл чирлесе кайнă: унăн малашне апат анми пулнă, çиме витмен, вăл хĕне кайнă.

Сывлăхĕ хавшанăскер, утаймиех пулса çитсен, Чистай пульницине кайса выртнă. Малтан ăна, чирĕ ытла та шала кайнă тесе, пульницана илесшĕн те пулман. Çакна курсан: «Коридорта вилетĕп, ниçта та каймастăп!» — тенĕ Люда. Вара илнĕ. Унта вăл икĕ уйăх выртнă. Икĕ уйăхран ăна, сыватса çитермесĕрех, пульницаран кăларса янă. Ултă уйăхран, çăварĕнчен юн аннипе, хĕр вăхăтсăр вилсе кайнă.

Людмила питĕ илемле те маттур хĕр пулнă: хура мăшăр куçĕ çăлтăр пек çунса тăнă, пĕвĕ тăпăлкка та яштака курăннă. Уçă шăнкăрав пек сасăллă, çуллĕ кăкăрлă, акăш пек ярăнса утакан пике чылай каччă чĕрине çунтарнă. Вăл вилсен, ăна пытарнă чух, пĕри, илтрекьелсем, пĕтĕм халăх умĕнче унăн тупăкĕ çине ӳкнĕ, татăлса макăрнă.

Вилес умĕн тăватă кун хушшинче хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа паракан 620 йĕркеллĕ «Асăнмалăх» (1949) поэмине çырса хăварнă. Вал поэмăна нумайăш чăваш хаçачĕсемпе журналĕсенче пичĕтлесе кăларнă.




#Article 207: Аксу районĕ (194 words)


 

Аксу районĕ, — Тутарстан Республикине кĕрекен (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).  
 

Районăн администрацийĕ Аксу паççулкинче вырнаçнă.

Района 1965 çулта туса хунă. Лаптăкĕ 1436,2 км2 танлашать. Районпа юнашар Çĕнĕ Шешмин, Нурлат, Чистай, Алексеевски тата Çарăмсан районĕсем вырнаçнă.

Районта пурĕ 33,3 пин çын пурăнать. Халăхсене илсен кунта чăвашсем (44,3%), вырăссем (16,6%),  тутарсем (38,5%) тата ыттисем пурăнаççĕ.

Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче тĕп районсенчен пĕри шутланнă, кунта халăх питĕ йышлăн пурăннă. Аксу патĕнчен аякрах мар, 30 çухрăмпа Пӳлĕр хули вырнаçнă пулнă. Археологсем ку вăхăтĕнчи нумай палăка районта шыраса тупнă: 11 хулаш, 67 авалхи ял вырăнĕ, 1 çăва, 5 вилĕ юпи, 1 клад. Ку вăхăтра çынсем ял хуçалăх ертсе пынă, тата кĕтӳ тытнă.

Ылтăн Урта тапхăрĕнче хăйсен аталанăвне хăш-пĕр хулашсем çеç ӳстерме пултарнă. Монголсем тапăнса килнĕ хыççăн çăлăнса юлнă халăх çурçĕрелле е ытти çĕрсене куçса кайнă. Хăрушсăрлăх енĕпе кунта ку вăхăтра япăх пулмнипе халăх шучĕ нумаях пулман. Кунти çĕрсен пахалăхĕ Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнчен паллă пулнă пулин те çынсем кунта куçса килме хăрана.

Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн Раççей патшалăхĕ ку çĕрсен хăрушсăрлахне пысăклатмашкăн нумай ĕç туса иртернĕ. XVII ĕмĕр çурринче вара кунта халăхсем куçса киме пуçланă. Малтан тутарсемпе чăвашсем, кайран вырăссемпе мордвасем, тата ытти халăхсем. Нумайрахăшĕ кунтах юлнă.




#Article 208: Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи (531 words)


Тимĕрçенсем Ваççа Аниççи (паспортри ячĕ Княгинина Анисия Васильевна, çуралнă хыççăнхи хушамат — Васильева, çавăн пекех Итэсь хушаматпа асăнни те пур;  чылай вăхăт культура уçлăхĕнче Ваççа Аниççи ятпа паллă пулнă; 1893 çулхи кăрлачăн 6-мĕшĕ, Анатри Тимĕрçен ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни, (халĕ Чĕмпĕр облаçĕн Чăнлă районĕ) — 1975 çул, раштавăн 17-мĕшĕ Димитровград х.), — чăваш сăвăçĕ. Чăваш пичетĕнче, çавăн пекех чăваш литературинче те,  палăрнă чи малтанхи хĕрарăм авторсенчен пĕри теме пулать. 

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Пурнăçĕ тăршшĕпех ачасене шкулта вĕрентнĕ. Вăл шутра пĕр вăхăт хушши Томск кĕпернинчи Терёхино ялĕнчи чăваш ачисене. Халь ку ял Кемĕр облаçĕнчи Топки районне кĕрет.

Сăвăçăн ашшĕ — Итэсь Василий Максимович (Иттеç Ваççи), хутла пĕлекен, сĕрме купăс калама та пултаракан çын. Тăван шăллĕ Итэсь Виктор Васильевич (9.2.1907 - 11.2.1983) Свердловск (халĕ Екатеринбург) хулинче пурăннă, — геолог-инженер. Виктор Васильевичăн тăхăмĕсем халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнаçĕ, чылайăшĕн хушамачĕ Итэсь. 

Упăшки — Княгинин Александр Семёнович, сăваплăхçă тата  вĕрентевçĕ. Мăшăрĕ пулса тăнă çынпа 1913-мĕш çулта Самар кĕпернинче Павловсен килцышĕнче тарçăра тата няньăра ĕçленĕ чухне паллашнă. А.С.Княгинин хăй çав енчи Эрсел ялĕн çынни пулнă. 1916-1918-мĕш çулсенче çамрăк мăшăр Эврелти (халĕ Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелекес районне кĕрет) шкулта ĕçленĕ. Александр Семёнович 1929-мĕш çулта вилнĕ.

Мелекесс районĕнчи Эврелĕнчи пуçламăш шкулăн вулавăшĕнче те ĕçленĕ. Çакна эпир вăл 1920 çулта панă отчётран вуласа пĕлтĕмĕр. Унта çапла каланă: «Вулавăш шкул çуртĕнче вырнаçнă, унăн фондĕнче хытă хуплашкаллă 57 кĕнеке упранать». Фондра ытларах вырăс литературин классикĕсен тата чăваш литературине никĕслекен поэтăн Константин Ивановăн произведенийĕсем. 1905 çулта Ваççа Аниççи Константин Ивановпа пĕрле Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ.
Вулакансемпе пĕрле Ваççа Аниççи драмкружок йĕркелесе янă. Хăйĕн упăшкипе тата пĕртăван Ерменеевсемпе Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх спектакль лартнă. Ун пирки мана, тет Г.Улюкин, 1965 çулта хăй каласа панă – вĕсем патне анне кукăль леçсе пама ярсан. 

Спектакльпе Эврел артисчĕсем кӳршĕ ялсене те çитнĕ. Куракансем вĕсене лайăх йышăннă. Репертуара анлăлатас тесе поэтесса Антон Чеховăн калавĕсем тăрăх пĕр курăмлă кулăшла пьесăсем çырнă.
Манăн анне, тет çÿлерех асăннă Г.Улюкин,  Евдокия Фёдоровна Ерменеева, Нарспи рольне вылянă. Вăл ун чух вунçиччĕре пулнă.

Пилĕк ача çуратса ÿстерни паллă. Ывăлĕ Аслă Атbлĕх вăрçинчен таврăнман. Тепĕр ывăлĕ вăрçăран инвалид пулса таврăннă. Анисия Васильевнна 1947-мĕш çултанпа Димитровоград хулинче хĕрĕ (Валентина Александровна) патĕнче пурăннă.

Вилсен упăшкипе юнашар (Эрсел ялĕнче тесе ăнланмалла пуль) пытарнă.

Çав шкул пирки ак çапларах хыпар пур:

 1916-мĕш çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн программипе экзамен тытать, çапла вара вĕрентевçĕ пулса тăрать.

Сăвăçăн литературăри пултарулăхне икĕ тапхăрпа палăртса кăтартма пулать.

Çак икĕ тапхăр хушшинчи вăхăта ку тĕлĕшпе чат пуш-пушă тесе шутлама кирлĕ мар. Литература ĕçĕпе кăсăкланма пăрахман Анисия Васильевна. Анчах та вăл хушăри еткерлĕх сыхланса юлман теес пулать. 
Псевдонима епле йышăнни пирки çапла çырса хăварни пур:

Анатолий Юман сăвăç каярахпа кун пирки çапла çырнă:

Хăй çаплах ыр-сывă юлнă,
Вăрттăнлăх çăрин уççи.

Асăннă малтанхи тапхăрта çамрăк Аниççине ашшĕ (Иттеç Ваççи), ялти шкулта ĕçлекен Тăваньялсем Сергей (1886-1956), Чĕмпĕрте вĕрентнĕ Василий Иванович Иванов (кайран Хыпар редакторĕ те пулнă) пулăшса, хавхалантарса пынă. Пĕр вăхăт ялта Хайхи ятпа алăпа çырнă журнал та кăларса тăнă. Анчах ун номерĕсем упранса юлман. Калас пулать, асăннă тепĕр тапхăрĕнче те сăвăçа хавхалантарса пулашакансем пулнă. Чăн малтанах кунта Константин Петров тата Стихван Шавлы çыравçăсене асăнмалла.

Пичетленсе тухнă сăвăсен пуххисем:

Асăну хăмисем:

Ямпак шкулĕнче ĕçленĕ чухне Ваççа Аниççин вĕрнекенĕсенчен пĕри кайран Совет Союзĕн Паттăрĕ пулса тăнă Чернов Матвей Степанович пулнă. Матвей Чернов паттăр пирки Анисия Васильевна поэма та çырнă.




#Article 209: Чĕмпĕр (304 words)


Чĕмпĕр (выр. Ульяновск) — Чĕмпĕр облаçĕн тĕп хули. 2005 çулта кунта 623,1 пин çын пурăннă. Хула Атăлçи сăртлăхĕ çинче, Атăлпа Сăва юханшывĕсем хĕрринче вырнаçнă.

Хула пуçлăхĕ — Пинков Александр Петрович (2010 çулхи пушăн 14-мĕшĕнчен пуçласа).
Суйлавра 39 % сасă пуçтарнă.

В. А. Нестеровăн Над картой Чувашии Чĕмпĕр этноним пулса кайнин кăсăк версийĕ пур. Кĕнекере çапла çырнă:Чавашсем ăна Чĕмпĕр е Çĕмпĕр теççĕ. Архетип Çĕмпĕр çĕмпĕ+ер тытăнса тăрать, венгр чĕлхинче: çĕмпе - хирĕçле е кăткăс сăмахăн префиксĕ (сăмах тымарĕн умĕнчи пайĕ), хирĕçле куçăма пĕлтерет, ер – юханшыв е юхăм. Çакăнтан: çĕмпĕ+ер=çĕмпĕр хирĕçле юхăм. Çĕмпĕр ят Атăлпа Сĕве çывхарса пĕрлешсе кайнă пекех хирĕçле юхнă вырăна кăтартать.

Хула тăватă районтан тытăнса тăрать:

Хулана пĕрремĕш хут 1648 çулхи çулçыравра асăнаççĕ. Ку вăл Алексей Михайлович патша Богдан Матвеевич Хитровона Атăлăн анатри юхăмне кайса унта хӳтлĕхсем лартмалли хушура палăрать.

ХVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа хулана вырăсла Синбирск тенĕ. Синбирск тесе кунта малтан вырнаçнă çавăн пек ятлă пăлхар хулашĕ ячĕнчен панă. Ячĕ мĕнрен пулса кайни çинчен темиçе верси пур. Пĕрисем Синбирск сăмахĕнче чăваш сăмахĕсене кураççĕ, теприсем — пăлхар кнеçĕн ятне, теприсем скандинави е ирçĕ чĕлхин сăмахĕсене.

Хитрово хула вырăнне никĕсленĕ хыççăн Мускава таврăннă. Хула пуçлăхĕ вырăнне Иван Богданович Камынин çарпуçĕ юлнă, хулана малалла хăпартма пикеннĕ.

Хулана çĕнĕрен хăпартнă хыççăн, 1887 çулхи авăнăн 10-мĕшĕнче хулан çĕнĕ планне хута кĕртнĕ. Çĕнĕ бульварсемпе садсем йĕркеленĕ, çăвасене хула чиккинчен кăларнă.

XIX ĕмĕр вĕçленнĕ çĕре хулара 40 пине яхăн çын пурăннă. Ку вăхăталла Чĕмпĕре çити чукун çула туса çитернĕ. 1913 çулта хулан çĕнĕ планне йĕркеленĕ, анчах та вăрçă пуçланни ăна вăя кĕртме чăрмантарнă.

Хула Куйбышев чукун çулĕн çыххи шутланать. Чукун çул районĕнче, Атăлăн сылтăм çыранĕнче юханшыв порчĕ вырнаçнă. Трамвайсем, троллейбуссем, автобуссем, маршрут таксисем çӳреççĕ.

Атăлăн икĕ çыранне хулара икĕ кĕпер çыхăнтарать.

Çавăн пекех хулан икĕ аэропорт пур: Чĕмпĕр—Тĕп тата Чĕмпĕр—Хĕвелтухăç. Авианова тата Аэрофлот компанисем Мускав-Чĕмпĕр рейсĕсенче ĕçлеççĕ.

Чĕмпĕр урлă регион шайĕнчи автотрассăсем иртеççĕ:

Чĕмпĕртен урăх хуласене çитме хушă:




#Article 210: Хĕрлĕ Чутай районĕ (178 words)


Хĕрлĕ Чутай районĕ, — Чăваш Республикин (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район).

Чăваш Енĕн çурçĕр-анăç енче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 691,6 км2, çурçĕр енчен кăнтăралла тата анăç енчен тухăç еннелле 36 çухрăма тăсăлнă. Хĕвел анăç енче Сар юханшывĕ тăрах Чулхула облаçĕпе чикĕ иртет. Çурçĕр енче Етĕрне районĕ, тухăç енче — Элĕк районĕ, кăнтăр енче Çĕмĕрле районĕ вырнаçнă.

Район администрацийĕ Хĕрлĕ Чутай салинче вырнаçнă. Районăн кулленхи кăларăмĕ — Пирĕн пурнăç хаçат.

Район чăваш плато çинче вырнаçнă. Район варрипе çурçĕн енĕпе пĕчĕк юханшывсемпе çырмасемпе нумай тĕл пулаççĕ. 

Çĕр айĕнчи пурлăхсенчен кунта хăйăр, кирпĕч тума юрăхлă суглиноксем тĕл пулаççĕ.

Кăрлач уйăхĕн вăтам температури -12,2°С танлашать, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи сивĕ температурăна кунта -44 °C паллă тунă, чи ăшшине — 37 °C. Çул тăршшĕпе 492 мм юр-çумăр çăвать.

Районăн 33% вăрмансем йышăнаççĕ. Ытларах пайĕпе кунта юман (55%), вĕрене, каврăç, ильм тĕл пулать.

Районта 1999 çул пуçламăшĕнче 22,7 пин çын пурăннă. Районта пурĕ 70 ял, вĕсенче вăтамран 354 çын пурăнать. Халăхсенчен ытларах пайĕ чăвашсем — 97%.

Хĕрлĕ Чутай районĕн гимнĕ Чечеклен,Чутай Ен сăввине Петĕр Ялкир çырнă, кĕввине - Фёдоров П.




#Article 211: Ваçанкка Никифор Тарасович (100 words)


Никифор Тарасович Ваçанкка (1903, нарăс, 17, Ураскилт ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен — 1976, утă, 29, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, тăлмач.

СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, (1934).

Никифор Ваçанкка Элĕкри пуçламăш тата икӗ сыпӑклӑ шкулта вĕреннĕ. Кайран Вăрнарти педагогика техникумĕнче, Мускаври журналистикăн институчĕнче вӗреннӗ. 1923 ҫулта Шупашкарта «Канаш» хаçат редакцинче, 1933-1934 ҫулсенче «Трактор» журналăн редакторĕ пулса, 1934 ҫултанпа Чăваш кĕнеке издательствинче редактор вырăнĕнче ĕçленĕ. 

Никифор Ваçанккан 10 кĕнеке ытла тухнă. Унăн «Кай, кай Ивана», «Кĕсле», «Анатран хăпарать шурă пăрахут», тата ытти сăввисем çине кĕвĕ хурса юрă тунă. 

А. Пушкинăн сăввисене, «Дубровский» тата «Капитан хӗрӗ» повеҫӗсене, революции юррисене чăвашла куçарнă.




#Article 212: Ураскилт (153 words)


Ураскилт (), — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Ураскилт ял тăрăхĕн администрацийĕ кунта вырнаçнă.

Ураскилтре çемье тухтăрĕн пӳлĕмĕ, вулавăш, клуб, райпо лавки, харпăр лавка, автобус чарăнавĕ, чиркӳ, вулавăш пур. 

 

Ураскилт ячĕ икĕ пайран тăрать: ураз (арап чĕлхинчен кĕнĕ тĕрĕк сăмахĕ) — чăвашла ăрăс (телей), савăнăç пулать, кильде (тĕрĕкле) - чăвашла килчĕ сăмах пулать, пĕтĕмĕшле вара, савăнăç килчĕ тенине пĕлтерет. Çак ят чăваш чĕлхине тутар чĕлхинчен кĕнĕ, тутарсен те Уразкильде ят пур. Ӗлĕк, ывăл çуралсан, çемйешĕн пысăк телей пулнă, çавăнпа та ăна ăрас килчĕ тенипе тӳрре килекен Ураскилт ят панă. Пуплеве тепĕр май çавăрса хурсан килчĕ ăрăс пулать. Чăн та, кун пек ял ячĕ те пур: Кильдураз (Тутарстанти Пăва районĕ).

Ялта 1986 çулта тăван ен тĕпчев музейĕ уçăлнă.

Яла Ураскилт ятлă тĕне кĕмен чăваш Ураскилт пуçласа янă. Кунта вăл Атăл хĕрринчен куçса килнĕ. Унăн пиччĕшĕсем-шăллĕсем те пулнă: Четай, Штанаш, Хоршеваш, Атай, Хотар, Торай.

Ураскилт ялĕнче чăвашла селĕм пуплеççĕ. Çавна май кунтан чылай литератор тухнă.




#Article 213: Викторов Иван Викторович (157 words)


Викторов Иван Викторович (Хурамал Туçа ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Хусан кĕперни - 1944 çул, Борисов хули, Минск облаҫӗ, Беларуҫ, нимĕç концлагерĕ) — чăваш сăвăçи, драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1934 çул).

Хусанти вĕрентекенсен семинариĕнче, А.М. Горький ячĕллĕ литература институчĕнче вĕреннĕ. Çĕрпӳ хулин шкулĕнче ачасене вĕрентнĕ, Центриздатăн чăваш секциĕнче редактор пулса, «Чăваш хресченĕ» хаçатра редакцин яваплă секретарĕ пулса ĕçленĕ.

Мускавра пурăнакан чăваш çыравçисен организацине ертсе пынă, сăвăсемпе пьесăсем, критикăлла статьясене çырнă. 

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах И.В. Викторов фронта тухса каять. Тăван çěршыва юратса хăйне шеллемесěр И.Викторович алла пăшал тытса нимěç фашисчěсене хирěç çапăçнă. 

Фашистсене хирěç пыракан аслă кěрешÿре, 1944 çулта вăл заданирен отряда таврăнайман, ăна тăшман салтакĕсем ярса илнĕ те Борисов хулинчи концлагере хупса лартнă. Унтан И.В.Викторов тарма тăрать, анчах фашистсем ăна хăваласа çитеççě, хытă асаплантарса вěлереççě.

Вăл пěчěклех маттур ача пулса ÿснě: суха тунă, чěп куç çутипе кěнеке вуланă, сăвă хайланă. Пуçěнче çутă ěмěтсем калăпланă, мěн ачаран тăван тавралăх илемěпе киленнě. 

Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем:

Вырăсла тухнă кĕнекесем:




#Article 214: Кĕнеке (196 words)


Кĕнеке, — этемлĕх культурин çитĕнĕвĕсен чи пахаллă пайсенче пĕри, нумай ĕмĕр хушшинче çынсен информацине пухса сыхласа хăварма пулăшакан япала. Çырăва кĕнекесенче нумай чухне йĕркелесе çыраççĕ. Татăшах кĕнекене ӳкерчĕксемпе капăрлатаççĕ.

Кĕнеке — темиçе пĕлтерĕшлĕ термин:

kъniga праславян сăмахĕ авалхи пăлхар (чăваш) чĕлхинчен пулса тухать, темелле; авалхи пăлхар-чăваш-kenege, кун кĕнеки, йĕкене кунсерен çырни; дунай-болгар *küiniv; уйгур kuin, kuinbitig) Китай чĕлхи kΏüen — свиток (Фасмер пăхăр).

Кĕнеке тĕсне илсен (энциклопеди, сăмахсар, вĕренӳ кĕнеки, монографи т. ыт.), унăн тытăмĕ улшăнма пултарать, çапах та яланхилле унта çак пайсем пур:

Аваллăхра кĕнекесем вырăнне свитоксем, пергаментсем, е ытти манăçа тухнă çыру япалисене усă курнă. Вăтам ĕмĕрсен пуçламăшĕнче Европăра алçырăвлă кĕнекесем сарăлнă. Кĕнеке кăларасси Европăра кĕнеке пичетлессине (1440-мĕш) шутласа кăларнăранпа вăйлă аталантарса кайнă. Пĕрремĕш пичĕтленсе тухнă кĕнекесене инкунабулсем тенĕ.

Тĕнчере кĕнекесен классификацисен темиçе системи пур: ББК, УДК, ISBN.

Тĕнчере чи пысăк кĕнеке — Гигас кодексĕ (Codex Gigas), XIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи çав тери пысăк алçыравлă пухăм (640 (624) страница, хуплашка калăпăшĕ — 92 см çӳллĕш, 50 см анлăшĕ; хулăмĕш — 22 см, йывăрăш — 75 кг).

Тенчере чи пĕчĕк кĕнеке — Хамелеон А.П.Чехова размером 0,9 х 0,9 мм. Унта кашни 30 страницăра 11 йĕрке, 3 сăрăллă капăрлату. Кĕнекене А.И.Коненко 1996 ç. Омск хулинче пичетлесе пуçтарнă.




#Article 215: Чулхула облаçĕн Павлово районĕ (100 words)


Павлово районĕ, — Чулхула облаçĕн хĕвел анăç енче вырнаçнă район. Ку районпа юнашар Володарск, Богородск, Сосновски, Вача районĕсем, Владимир облаçĕ вырнаçнă. Администраци Павлово хулинче вырнаçнă.

Район лаптăкĕ 106100 гектар.

Районта 112 вĕрентӳ учреждениĕ вырнаçнă. Вĕсенчен 43 шкул. Профессине вĕрентекен учреждением шучĕнче 16-мĕш ПТУ тата 31-мĕш ПТУ шутланаççĕ. Çавăн пекех Павловăри И. И. Лепсе ячĕпе хисепленекен автомеханика техникумне, ӳнерпе промышленность техникумне асăнмалла.

Районта 31 вулавăш, 26 культура керменĕ, Павловăри ӳнер шкулĕ, Павловăри кĕвĕ шкулĕ, курав залĕ, Павловăри истори музейĕ пур. 6 стадион, 2 спорт çурчĕ, 46 спортзал, 1 ишмелли бассейн, 2 йĕлтĕр бази, 3 пемелли тир спорт тĕлĕшенчен халăха аталанма пулăшать.




#Article 216: Владимиров Евстафий Владимирович (204 words)


Владимиров Евстафий Владимирович, — критик, литературовед, профессор. 1922 çулхи нарăс уйăхĕн 17 Етĕрне уесĕнчи (халĕ Муркаш районĕ) Актай ялĕнче çуралнă. 1998 çулхи чӳк уйăхĕн 16 Шупашкарта вилнĕ.

Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 1941—1946 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. 

Пĕр тапхăр вăл Чăваш АССР çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правлени пайташĕ пулса ĕçленĕ. Филологи ăслăхĕсен кандидат диссертацийĕсене хӳтĕлес енĕпе Мордва университечĕн ятарлă канашĕн пайташĕ, педагогика ăслăхĕсен тухтăр диссертацисене хӳтĕлес тĕлĕшпе РСФСР Наци шкулĕсен тĕпчев институчĕн ятарлă канашĕн пайташĕ пулнă.

Унăн чăваш педагогикипе чăваш литературин тĕрлĕ ыйтăвĕсене тĕпчесе çырнă пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсене Чăваш Республикинче çеç мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Пурĕ вăл 150 ăслăх статйи, 7 монографи тата 5 брошюра пичетлесе кăларнă, шкул ачисем валли вырăс литературине вĕрентмелли кĕнекесене хатĕрлес ĕçе хастар хутшăннă.

Евстафйи Владимирович вăтам шкулсем валли веренӳ кĕнекисемпе тĕрлĕ вĕренӳ пособийĕсем хатĕрлесе кăларас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ, сăмахран, вăл наци шкулĕсен 8-мĕш класĕнче вырăс литературине вĕрентмелли хрестомати авторĕсенчен пĕри. Вăлах «Книга для внеклассного чтения для VII и VIII классов национальных школ РСФСР» вĕренӳ пособине çырса хатĕрлес ĕçе активлă хутшăннă. Асăннă кĕнекесене хăй вăхăтĕнче пысăка хурса хакланă, вĕсем Раççей Федерацийĕнчи наци шкулĕсенче вырăс литературине вĕрентмелли паха пособисем шутланнă.

Евстафий Владимиров вырăс çыравçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Çавăн пекех вăл 10 ытла ăслăлăхлă ĕç çырнă.

Пичĕтленсе тухнă кĕнекисем:

Чăвашла куçарнисем:




#Article 217: Мăн Этмен (Элĕк районĕ) (119 words)


Урăх пĕлтерĕшĕсене Мăн Этмен (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.

Мăн Этмен, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Шĕмшеш ял тăрăхне кĕрет.

Шупашкара çитме - 83 км, райцентра çити — 23 км, ч.-ç. станцине — 58 км.

XVIII ĕмĕрте вăйпах Христос тĕнне сарнă вăхăтра Этмен ялĕсене Шĕмшеш чиркĕвĕ çумне çирĕплетнĕ. 1909 çулта Мăн Этменре чиркӳ прихут шкулĕ ĕçлеме тытăнать.

Халăх çыравĕсене тишкернĕ май, тĕрлĕрен çулсенче халăх йышĕ, Этмен тăрăхĕнчи, çапларах хутшăнсе пынă: 1859 çулта Этмен ялĕ 70 килтен тăнă, унта 183 арçынпа 185 хĕрарăм пурăннă. 1926 çулта Этменте 113 кил шутланнă, 521 çын пурăннă. 

Ваттисен асаилĕвĕсенчен Мăн Этмене пуçарса яракансем Чулхула кĕпернинчи Кăрмăш уесĕнчен пулни курăнать. 

Мăн Этменте 1884 çулта шкул уçнă.

Этмен ялĕ тĕне кĕмен чăваш ятĕнчен пулса кайнă теме пулать.




#Article 218: Тăнай (157 words)


Тăнай (, , , , , , , , ) — хăйĕн тăршшĕпе Европăра иккĕмĕш вырăнта (Атăл хыççăн) тăракан юханшыв. Юханшыв тăршшĕ 2960км

Тăнай çинчен çырнă чи авалхи çырусем шутĕнче грексен авалхи историкĕ Герадот çырнинче паллăртаççĕ. Вăл «Историĕн» иккĕмĕш кĕнекинче Истр юханшывĕ кельтсен çĕрĕнче пуçласа Европа варрипе юхнине çырса хăварнă. Юханшыв ятне кельтсем панă. Вĕсем чĕлхинче Danuvius (хăвăрт шыв) сăмахĕ danu (хăвăрт) тата vius (шыв) сăмахĕсенчен пулнă.

Юханшыв Шварцвальд тăвĕсенче, Донауэшинген хули патĕнче тинĕс шайĕнче 678 метр çӳллешĕнче вырнаçнă Бреге (тăршшĕ 48 км) тата Бригах (тăршшĕ 43 км) юханшывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте пуçланать. 

Юханшыв 10 патшалăх урлă юхать: Германи, Австри, Словаки, Венгри, Хорвати, Серби, Болгари, Румыни, Молдави тата Украина.

Тăнай çинче нума пысăк хула вырнаçнă. Вĕсем шучĕнче тăватă патшалăхăн тĕп хулисем: Австри — Вена (1 597 пин çын), Серби — Белград (1 168 пин çын), Венгри — Будапешт (2 016 пин çын), Словаки — Братислава (425 пин çын). Изар юппи çинче Баварин тĕп хули, Мюнхен вырнаçнă.

Пысăк хуласем:




#Article 219: Венгри патшалăхĕн гимнĕ (229 words)


Венгри патшалăхĕн гимне 1844 çулта йышăннă. «Himnusz» ятлă композици шутланать. Сăмаххисене Ференц Кёлчей, кĕввине Ференц Эркель çырнă.

Isten, áldd meg a magyart
Jó kedvvel, bőséggel,
Nyújts feléje védő kart,
Ha küzd ellenséggel;
Bal sors akit régen tép,
Hozz rá víg esztendőt,
Megbűnhődte már e nép
A múltat s jövendőt!

Őseinket felhozád
Kárpát szent bércére,
Általad nyert szép hazát
Bendegúznak vére.
S merre zúgnak habjai
Tiszának, Dunának,
Árpád hős magzatjai
Felvirágozának.

Értünk Kunság mezein
Ért kalászt lengettél,
Tokaj szőlővesszein
Nektárt csepegtettél.
Zászlónk gyakran plántálád
Vad török sáncára,
S nyögte Mátyás bús hadát
Bécsnek büszke vára.

Hajh, de bűneink miatt
Gyúlt harag kebledben,
S elsújtád villámidat
Dörgő fellegedben,
Most rabló mongol nyilát
Zúgattad felettünk,
Majd töröktől rabigát
Vállainkra vettünk.

Hányszor zengett ajkain
Ozman vad népének
Vert hadunk csonthalmain
Győzedelmi ének!
Hányszor támadt tenfiad
Szép hazám, kebledre,
S lettél magzatod miatt
Magzatod hamvvedre!

Bújt az üldözött, s felé
Kard nyúlt barlangjában,
Szerte nézett s nem lelé
Honját e hazában,
Bércre hág és völgybe száll,
Bú s kétség mellette,
Vérözön lábainál,
S lángtenger fölette.

Vár állott, most kőhalom,
Kedv s öröm röpkedtek,
Halálhörgés, siralom
Zajlik már helyettek.
S ah, szabadság nem virul
A holtnak véréből,
Kínzó rabság könnye hull
Árvák hő szeméből!

Szánd meg Isten a magyart
Kit vészek hányának,
Nyújts feléje védő kart
Tengerén kínjának.
Bal sors akit régen tép,
Hozz rá víg esztendőt,
Megbűnhődte már e nép
A múltat s jövendőt!




#Article 220: Волков Геннадий Никандрович (132 words)


Волков Геннадий Никандрович (1927, юпа, 31, Чăваш АССР, Елчĕк районĕ, Аслă Елчĕк ялĕ - 2010, раштав, 27, Шупашкар, Чăваш Республики) — тĕпчевçĕ, педагог, педагогика ăслăхĕсен тухтăрĕ (1967), профессор (1968), çыравçă, куҫаруҫӑ, критик, Чӑваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи (1987), Раҫҫей Федерацийӗн тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2001), СССР Педагогика ăслăх академийӗн К.Д.Ушинский ячӗллӗ премийӗн лауреачӗ (1967), Германири Эрфурт университечӗн хисеплӗ тухтăрĕ (1982), Кӑркӑс ССР халӑха вӗрентес ĕç отличникӗ (1987), Саха Республикин халӑха вӗрентес ӗҫӗн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992), Калмăк, Тыва республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1997), Чӑваш Республикин, Калмӑк Республикин, Елчӗк районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997), Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ (2006)

Темиçе ылтăн медале тивĕçлĕ пулнă. 

Геннадий Никандрович (1927 çулхи юпан 31-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă.

Геннадий Волков 500 ытла ăслăлăх ĕçĕ, вĕсем шучĕнче 27 монографи çырнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 221: Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич (247 words)


 — прозаик, драматург, фольклорист,  ӑван Ҫӗршывӑн Асла варҫин участникӗ. 1902 çулхи чӳк уйăхĕн 18 Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕн Мелепоси ялĕнче çуралнă.  1979 çулхи утă уйăхĕн 28 Пушкăрт Руспубликин Туймаза районĕнчи Серафимовски посёлокĕнче вилнĕ.

Пушпӳлĕкре вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн Мускаври А. В. Луначарский ячĕпе хисепленекен театр искусствин институтне вĕренсе пӗтернĕ. Чăваш АССР халăх çутĕçĕн коммисариачĕн ӳнер пайĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕ. Ӗпхури музыкӑпа театр техникумӗнче вӗрентнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Пушкӑрт драма театрӗ ҫумӗнчи театр студинче вӗрентнӗ, республикӑри халӑх пултарулӑх ҫурчӗн методисчӗ пулса ӗҫленӗ, радиокомитетра чӑвашла передачӑсем хатӗрленӗ. 

Пишпӳлĕкре халăх театрне уçса унта К. В. Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх хăй çырнă юрăлла «Нарспи» драмине лартнă. К. Ивановӑн «Нарспи» поэмине пушкӑртла куҫарнӑ, П. Жаткинӑн «Устюг» драмине чӑвашла.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

Кононова, Л. Д. Пирӗн асӑмри Вуколов / Л. Д. Кононова, А. Г. Семенова, Г. А. Макарова ; Н. Родионова итленӗ // Урал сасси. – 2012. – 20 раштав (№ 51). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.

Михайлов, Ю. «Ай, ҫӗршывӑм, нихҫан ватӑлас марччӗ Ӑмӑртасчӗ санпа ӗмӗр- тен...» / Ю. Михайлов // Урал сасси. – 2013. – 12 кӑрлач (№ 2). – С. 1 : сӑн ӳкерчӗк.

Числова, Н. Тепӗр «халӑх пурнӑҫӗн тӗкӗрӗ» уҫӑлчӗ / Н. Числова // Урал сасси. – 2012. – 13 раштав (№ 50). – С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.

Афанасьев, П. Вуколов-Эрлик Филипп Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 88.

Зайцева, Е. Памяти известного земляка / Е. Зайцева // Совет. Чувашия. – 2013. – 15 января (№ 4). – С. 2.




#Article 222: Пишпӳлек районĕ (101 words)


Пишпӳлек районĕ (, ) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-хĕвеланăç енче вырнаçнă районĕ. Район администрациĕ Ӗпхӳрен ра вырнаçнă Пишпӳлĕк ялĕнче вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Лаптăкĕ — . 

Районта пурĕ 91 пурăнмалли вырăн. Чи пысăккисем шутне Пишпӳлĕк, Кенгер-Менеуз, Аитово кĕреççĕ.

Районти çĕр айĕнчи пурлăхсем шутне нефть, акшар, хăйăр, тăм кĕреççĕ.

Районăн çурçĕр-хĕвеланăç енче Самар-Ӗпхӳ-Челябинск чукун çул иртсе каять. Автомобиль çулĕсем района Пелепей, Туймаçи, Ӗпхӳ хулисемпе çыхăнтараççĕ.

Районта пурĕ 49 шкул пур. Вĕсенчен 18 вăтам шкул шутланаççĕ. Пĕр профессине вĕрентекен училище, 31 вулавăш, 45 культура керменĕ, 3 пульница пур. Районта çавăн пекех вырăсла, тутарла тата чăвашла тухса тăракан «Светлый путь»-«Яkты юл»-«Çутă çул» хаçат пур. 




#Article 223: Вутлан Иван Дмитриевич (118 words)


Вутлан Иван Дмитриевич (ç.ч. хушамачĕ Тимофеев, 1940, юпа, 1 Перĕм облаçĕ, Мăн Уса районĕ (халĕ Перĕм Енĕн Куеда районĕ) Мăн Уса сали — 2016, нарăс, 20, Шупашкар, Чăваш Республики)— чăваш прозăçи

Раççей Федерацийĕн çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1987), Чăваш Республикин культурӑн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1992).

Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ.

Чăваш педагогика институчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренсе тухнă. 1962 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Хӑйӗн интернационалла тивӗҫне ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ вырӑнсенче, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче (Икĕпатра, Йеменре, Алжирта, Сирире) пурнӑҫланӑ. Ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе чысланӑ. 10 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ. 

Учительте, шкул директорӗнче, республика правительствинчи тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. 

Чăвашла пичетленсе тухна кĕнекисем:

Вырăсла пичетленсе тухнă кĕнекисем:

Пушкăртла пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 224: Галкин Александр Алексеевич (134 words)


Галкин Александр Алексеевич (1928 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕ, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Чулкаç ялĕ — 2002 çул, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, прозăçи, тăлмачĕ

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ĕçтешĕ (1977), Чăваш Республикин халăх сăвăçи (1997), СССР ÇП айташĕ (1963).

Чăваш кĕнеке издательствинче редактор пулса, «Тăван Атăл» журналта тĕп редакторĕн ĕç вырăнĕнче, «Капкăн» журналăн литература уйрăмĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

Çыравçă 2002 çулта Шупашкарта вилнĕ.

Хăйĕн литература енчи пултарулăхне Аленксандр Галкин нумай енчен кăтартнă. Сăвăсем, поэмăсем, калавсем, юптарусем çырнă. Çавăн пекех нумай куçарнă. Ачасем валли те нумай хайланă.

Александр Галкинăн пĕтĕмпе 30 кĕнеке пичетленсе тухнă:

   
Вĕсенчен вырăсла 5 кĕнеке, тутарла 1 кĕнеке тухнă.

Ун сăввисем çине Ф. Лукин, Г. Лебедев, Г. Хирбю, А. Асламас тата ытти композиторсем икçĕре яхăн юрă хывнă, çав шутра. «Шупашкар каçĕсем», «Кăвак чечексем», «Санпа кăна», «Сурăмпала Выла хушшинче», «Аннене», «Çĕмĕртсем ларсассăн çеçкене», «Мĕн кирлĕ-ши».




#Article 225: Кӳлĕ (139 words)


Кӳлĕ, — шыв тулнă лупашка, шыв пухăнса тăнă вырăн, шыв лаптăкĕ, шыв пуххи. 

Кӳлесем çĕр путса тăракан вырăнсенче, юхан шывсен çумĕнчи улăхсенче, вăрман варринчи айлăм вырăнсенче сарăлса выртаççĕ. Нумай кӳлĕрен юхан шывсем уçăлса юхса тухаççĕ.

Чăваш Енĕн чи тарăн кӳлли — Эль кӳлли шутланать. Унăн тарăнăшĕ 10,5 метр, вăл Тăвай районĕнчи Эльпуç ялĕн çывăхĕнче вырнаçнă.

Тем тĕрлĕ ятлă кӳлĕ те пур. Вĕсене кӳлĕ паллине кура ят панă. Çăрттан, кăвакал, акăш, хура, тĕпсĕр, вăрман кулли т. ыт. те.

Кӳлкасси, Кӳлхири /кӳл хĕрри/, Кӳлçырма тата ыт.те ялĕсем те кӳлĕ çумĕнче вырăнаçнă я ялĕнче пӳлнă пирки ячĕ кӳлĕпе çыхăнма пултарть.

Кулĕсем çумĕнче кĕлĕсене ирттернĕ. Чи таса, чи асамлă кулле çутă кӳлĕ, çут кӳль тенĕ. Тĕнри Çут кӳль тĕпсĕр пулнă, темле типĕ çул пулсан та çав кӳлĕре шыв типсе чакман. Çут кӳль тĕнче тинĕсĕпе çыхăнса тăрать тенĕ.

Мĕнле пулса кайнипе темиçе тĕрлĕ пулаççĕ:




#Article 226: Гурьева Маргарита Валентиновна (108 words)


Гурьева Маргарита Валентиновна (1962 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Кĕçĕн Тивĕш ялĕнче çуралнă)  — чăваш сăвăçĕ, актриси, режиссёрĕ. 

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), Маринистсемпе баталистсен пĕтĕм тĕнчери ассоциацин пайташĕ (1999), Театр ĕçтешĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1989), «Ахрăм» халăх театрĕсен ассоциацин пайташĕ (1997). 

Эмине ячĕллĕ пĕтĕм чăваш халăхĕн хĕрарăмсен парнин (1995), А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература парнин лауреачĕ (1999).

Чăваш телекуравĕнче «Пĕрле ларса ĕçлер-ха» телекăларăма ертсе пырать.

Хăйĕн пĕрремĕш сăввисене тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çырма пуçланă. Унтанпа унăн сăввисем Чăваш Енĕн, Пушкăрт Республикин, Тутарстанăн тата Азербайджанăн хаçачĕсемпе журналĕсенче пичетленнĕ. Тăтăшах ăна чăваш радиовĕпе телекуравĕнче илтме пулать.

Чăвашла пичетленсе тухнă кĕнекисем:

Вырăсла тухнă кĕнекисем:

Вырăсла тата чăвашла тухнă кĕнеки:




#Article 227: Первомайски (Патăрьел районĕ) (173 words)


Первомайски, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕччен Аслă Арапуç ятлă пулнă. Пăла юханшывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. 

Ялта шкул, ача-пăча вулавăшĕ, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, Н.И. Кузьмин ячĕллĕ Аслă Арапуç халăх музейĕ, МТС, аптека пур.

Яла никĕслекенĕсем халĕ Вăрмар районне кĕрекен Арапуç ялĕнчен пулнă. Яла XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче-XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче никĕсленĕ. Яла никĕсленĕ вăхăтра ку тăрăхра Именкасси, Тикеш, Нăрваш Шăхаль, Тури Чакă, Пăлапуç Пашьел, Пӳртлĕ ялĕсем ларнă.

Авал ял питĕ пысăк пулнă. Чĕмпĕр кĕпернийĕн астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 111 килте 333 арçын, 346 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулхи перепись тăрăх вара кунта 248 килте 728 арçын, 709 хĕрарăм пурăннă. Хут пĕлекенсен кил-йышсен шучĕ 62 пулнă.

Ялта аптекăна 1937 çулта уçнă. 1937-1959 çулсенче район аптеки пулнă, каярахпа участок аптеки пулса тăнă.

Аптека пульницăна, фельдшер-аккушер пункчĕсене эмелсемпе тивĕçтерет.

Аслă Арапуç райпромкомбиначĕ — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Аслă Чемен ялĕнче малтан вырнаçнă комбинат. Упус завочĕ çинче никĕсленĕ пулнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронта туртаракан лашасем валли çунасемпе урапасем ăсатнă.

Каярахпа 4 цех йĕркеленĕ пулнă: упус, йывăç касакан, кирпĕч, рогожтĕрлекен цехсем. 




#Article 228: Юл Бриннер (185 words)


Юл Бриннер (акăл. Yul Brynner), — кинопа театрĕн американ актёрĕ. 1915 çулхи утă уйăхĕн 7 Раççейри Владивосток хулинче çуралнă. 1985 çулхи юпа уйăхĕн 10 вилнĕ.

Юл Бриннер аслашшĕ Швейцарирен тухнăскер пулнă. 16 çулта Жюль Бринер тĕлĕнтермĕшсем шыраса çулçӳреве тухнă. Малтан вăл Японири Иокогама хулинче пурăнма шутланă. Унта вăл авланма та ĕлкĕрнĕ. Анчах та кайран хăйĕн мăшăрне пăрахса Владивосток хулине куçса кайнă. Владивостокра вăл Чингисхан йĕхне кĕрекен монгол хунĕн хĕрне качча илнĕ. Вĕсен çемьинче 6 ача çуралнă: виçĕ хĕр тата виçĕ ывăл. Борис ятлă ывăлĕ гимназире вĕреннĕ хыççăн Санкт-Петербургри университета вĕренме кĕнĕ, минерологине вĕренсе пĕтернĕ. Санкт-Петербургра вăл Владивостокри Дмитрий Благовидов тухтăр хĕрĕпе, Марусяпа, паллашнă. 1914 çулта пĕрлешнĕ, 1915 çулхи утă уйăхĕн 7 вĕсен ывăл çуралнă. Ачин ятне аслашшĕ ячĕпе панă — Юл.

Юла 4 çул çитсен ашшĕ Мускавра Екатерина Корнакова актрисăпа паллашса ăна юратса пăрахнă. Вăл ку вăхăтра Алексей Дикий пулас СССР халăх артисчĕн арăмĕ пулнă. Юл ашшĕ çемьене пăрахса Корнаковăпа Харбин хулине куçса кайнă. Раççейре революциллĕ пăлхавсем çĕкленнĕ пирки амăшĕ те Юлпа Верăна пĕрле илсе Харбин хулине куçнă. Кунта Верăпа Юлăн пултарулăхĕ паларма пуçланă. Юл килти театрта тĕрлĕ рольсене вылянă, Верăн сасси уçăмлă пулни палăрнă.




#Article 229: Данилов Дмитрий Данилович (415 words)


Данилов Дмитрий Данилович, — литература критикĕ, вĕрентекен. 1902 çулхи чӳк уйăхĕн 6 Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Тăвай районĕ) Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă. 1966 çулхи ака уйăхĕн 28 Мускавра вилнĕ.

Хусанти чăваш педагогика техникумĕнче чăваш тата вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. Пĕр хушă тутарсен пролетари çыравçисен чăваш уйрăмне ертсе пынă. «Утăм» альманаха редакциленĕ, «Хĕрлĕ Чăваш Ен» хаçат редакторĕ пулнă. 

Искусство çыннисем Дмитрий Данилович Данилов ятне аван пĕлеççĕ. Вăл чăваш наци культурине çĕклекенсен малти ретĕнче тăрать. Паллă литератор: талантлă педагог: пултаруллă ертỹçĕ. Нумай-нумай çын асĕнче ун пирки чи ăшă туйăмĕсем юлнă: Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсемшĕн вăл ашшĕ вырăнĕнче пулнă.

Д.Д.Данилов 1902 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче Енĕш Нăрваш ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Ялти икĕ класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн 1918-1921 çулсенче Канашра педагогика курсĕнче вĕреннĕ. Пĕр çул ялта ачасене вĕрентнĕ те Хусана чăвашсен педтехникумне вĕренме кайса кĕнĕ: 1923-1927 çулсенче Хĕвелтухăç пединститутĕнче литературăпа чĕлхе уйрăмĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Хусанти педтехникумра вырăс чĕлхипе литературине тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет?.1930-1934 çулсенче Мускавра Хĕрлĕ профессура институтĕнче литература енĕпе ăс пухать.

Дмитрий Данилович искусствăпа çамрăклах кăсăкланнă. Шăхранта Канаш вĕреннĕ чухнех вăл литература кружокĕ йĕркеленĕ: алă вĕççĕн тухакан журнал редакторĕ пулнă. Юратнă ĕçне Хусанта та пăрахман: хулари тĕрлĕ çĕрте вĕренекен студентсенчен литература кружокĕ йĕркелет: пулас чăваш писателĕсене пултарулăха аталантарма пулăшать. Д.Данилов 1927 çулхи çулла чăваш писателĕсен Пĕрремĕш съездне çамрăк чăваш çыравçисен Хусанти ушкăнĕн представителĕ пулса хутшăнать. Вăл Хусанти педтехникумра ĕçленĕ çулсенче виçĕ çул хулари чăваш çыравçисен литература организацине ертсе пынă. Çав çулсенелле унăн очеркĕсемпе калавĕсем: критикăлла тата публицистикăлла статйисемпе фельетонĕсем хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ. Мускавра вĕреннĕ çулсенче “Чăваш литератури”: Чăваш театрĕ” статйисене кĕнекене кĕртнĕ. Писательсем: художниксем: чăваш театрĕ çинчен çырнă статьясем “Сунтал” илемлĕ литература журналĕнче: “Трактор” альманахра: “Канаш”: “Красная Чувашия” хаçатсенче кун çути курнă? Хĕрлĕ профессура институтĕнчен вĕренсе тухсан вăл “Октябрьти социализмла революци тапхăрĕчченхи илемлĕ чăваш литератури” темăпа диссертаци хỹтĕленĕ. Çав çулсенчех вăл Мускавра В.И.Ленин ячĕллĕ педагогика институтĕнче литература теорийĕпе методологи вĕрентет. 1943 çулта Д.Данилова СССР писателĕсен союзĕн членне илеççĕ.

Хĕрлĕ профессура институтĕнчен вĕренсе тухсан Д.Данилова Шупашкара “Красная Чувашия” халĕ “Советская Чувашия” хаçатăн яваплă редакторĕнче ĕçлеме яраççĕ. 1936 çулта ăна чăваш писателĕсен союзне ертсе пыма суйлаççĕ. Пĕр вăхăтрах вăл “Илемлĕ литература” журналăн яваплă редакторĕнче ĕçлет: Чăваш педагогика институтĕнче чăваш литературин историне вĕрентет: чĕлхепе литература кафедрин заведующийĕ пулать.

Дмитрий Данилов 1966 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна хăй ыйтнă пек Енĕш Нăрваш ялĕн масарне пытарнă. Ялта Д.Данилов пурăннă çурт сыхланса юлнă: ун çинче мрамор плита. Çав çурт ларакан урам халĕ ун ячĕпе хисепленет.

Дмитрий Данилов К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, С. Элкер, Н. Шелепи, Ф. Павлов, П. Хусанкай, С. Фомин, П. Осипов тата ыттисен пултарулăхĕ çинчен нумай çырнă.




#Article 230: Соломон Утравĕсем (111 words)


Соломон Утравĕсем, — Лăпкă океанăн кăнтăр енĕнче, Папуа Çĕнĕ Гвинеяран тухăçалла вырнаçнă патшалăх. Нацисен содружествине кĕрет. Çĕр-шыв пĕтĕмпе 28000 тăваткăл километр йышăнакан 990 утравран тăрать.

Соломон Утравĕсен çыннисем 80-100 чĕлхепе калаçаççĕ. Варринчи утравĕсенче Меланези чĕлхисемпе, таврашрисенче кăнтăрта Реннел чĕлхи тата Беллонă чĕлхи, инçет хĕвелтухăçалла - Тиккопиа (Tikopia), Ануттă (Anuta) тата Фаттаккă (Fataka), çурçĕр хĕвелтухăçалла - Сиккаянă (Sikaiana), çурçĕрелле - Луаниуă (Luaniua), Полинези чĕлхисемпе . Акăлчан чĕлхи(Лингва франка, Соломон Утравĕсенчи пиджинĕ) вара патшалăх чĕлхи.

Соломон Утравĕсен халăхĕнчен 96% - христиансем (Англикан - 45%, Римла Каттоликсем - 18%, Пĕрлешӳллĕ (United) - 12%, Баптистсем - 10%, Çиччĕмĕш кун адвентисчĕ (Seventh Day Adventist) - 7%, Ытти христиансем - 4%), тата 4% патне - тĕрлĕ ĕненӳсем.




#Article 231: Акăлчан чĕлхи (228 words)


File:Anglospeak.png|right|thumb|290px|Акăлчан чĕлхин сарăлăвĕ   
Акăлчан чĕлхи () — Аслă Британире, АПШра, Нацисен Содружествине кĕрекен çĕр-шывсенче тата Британсен малтанхи ытти колонийĕсенче урăх чĕлхесенчен тăтăшрах усă куракан е патшалăх чĕлхи пулакан Анăç Герман чĕлхи. Акăлчан чĕлхи халĕ тĕнчери чи калаçакан тăван чĕлхесенчен тăваттăмĕшĕ (Китай, Испан, Хинди хыççăн) - 380 миллиона яхăн çыншăн тăван шутланать. Акăлчан чĕлхи Герман чĕлхисенчен чи анлă сарăлни. АЧ тĕнчен нумай кĕтесĕнче (Британ Империйĕ 18, 19, 20-мĕш ĕмĕрсенче çар, экономика, ăслăлăх, политика, культура енчен ытти çĕршывсене сарăлнине кура) Лингва франка статуспа çӳрет. Акăлчанла калаçакан халăхсем кино, сывлăш çӳлĕсем, телерадиовещани, ăслăлăх, Интернетпа пĕтĕм Çĕр чăмăрне витернине кура, халĕ Акăлчан чĕлхи тĕнчери чи вĕренекен ют (иккĕмĕш) чĕлхе. Пĕтĕм тĕнчипех вĕренӳ учрежденийĕсенче нумай вĕренекенсене сахалран кăшт акăлчанла вĕренме ыйтаççĕ, тĕрлĕ сферă, тĕрлĕ ĕç акăлчанла пĕлмесĕр пулмасть.

Акăлчан чĕлхи Кивĕ Саксон чĕлхипе Британие Европан çурçĕр хĕвелтухăçри Герман йăхĕсем илсе килнĕ диалектсенчен пулса кайнă. Малалла акăлчансен çĕрне ют халăхсем икĕ хут çĕнтерсе йышăнни ĕлĕххи акăлчан чĕхине витĕм кӳнĕ. Пĕрремĕш хутĕнче 8-9-мĕш ĕмĕрсенче Герман чĕлхисен Скандинавла чĕлхепе калаçакансем Британин хăшпĕр пайĕсене колониленĕ. Иккĕмĕш хутĕнче 11-мĕш ĕмĕрте Француз чĕлхилле калаçакан Нормансем килнĕ. 

Çак Герман колонизаторĕсем çав çĕрте унччен пурăнакан Кельтла калаçакансене доминацилесе витернĕ. Кельтла чĕлхе Шотландире, Уэльсра, Корнуоллра, Ирландире сыхланса юлнă. Çĕре йышăнса ларакансен тĕрлĕ диалекчĕсем (ĕлĕххи акăлчан чĕлхи) хальхи çурçĕр хĕвеланăç Германипе Голланди чĕлхисем евĕрлĕ пулнă. Каярахпа ĕлĕххи акăлчан чĕлхине çурçĕр хĕвелтухăçра ял-хула çавăрнă Викингсем калаçнă Çурçĕр Герман чĕлхи (ĕлĕххи Норсе) вăйлă витĕм кӳнĕ.




#Article 232: Нимĕç чĕлхи (542 words)


Нимĕç чĕлхи (ним. , çапла илтĕнет: ; deutsche Sprache, илтĕнет: ) — нимĕçсен, австрисен, лихтенштейнсен тата чылай швейцарсен тăван чĕлхи, хĕвеланăç герман ушкăнне кĕрекен индо-европа чĕлхи. Германипе Австрире патшалăх чĕлхи шутланать. Çавăн пекех Швейцарире тата Люксембургра тĕп чĕлхесем йышне кĕрет. 

Литература чĕлхине Мартин Лютер хатĕрленĕ. Вăл библине нимĕçле куçарнă. Библине çырнă чухне вăл пĕтĕм нимĕç диалекчĕсемпе усă курнă, çавăнпа та унăн ку çырăвĕ нимĕç чĕлхин никĕсĕ пулса юлнă. Китай, арап, хинди, акăлчан, испан, бенгал, португал, вырăс тата япун чĕлхисем хыççăн тĕнчере калаçакансемпе чи йышлă чĕлхе шутланать. Нимĕç чĕлхи интернетре усă курнипе тăваттăмĕш вырăна (акăлчан, вырăс тата япун) йышăнать. Çаплах нимĕç чĕлхи — Европа Пĕрлешĕвĕ Европĕрлешӳ чĕлхисем пе темиçе тĕнчери урăх организацисен официаллă тата ĕçри чĕлхе пулать.

Индоевропа çемьинчи герман чĕлхисен анăç кĕçĕн группине кĕрет. Çурулăхăн никĕсне латин алфавитне, умлаутсене (ä, ö, ü) пĕлтерекен 3 графема тата эсцет лигатурине (ß) хушса, хунă. Авалранхи çыру палăкĕсене VIII ĕмĕрте хăварна теççĕ.

Нимĕç чĕлхи прагерман чĕлхи кăкĕнчен тухнă, лешĕ вара, хăй майĕпе, праиндоевропа чĕлхинчен уйрăлса кайнăскер пулать. Хупă сасăсем иккĕмĕшле куçăннă хыççăн чĕлхен фонетикăпа морфологи системисем улшăнни ăна тăванла герман чĕлхисенчен уйăрса янă. Вăтам ĕмĕрсенче тури нимĕç, унăн хыççăн — ирхи тури нимĕç фонетикипе морфологи, лексика йĕркеленчĕкĕпе синтаксис аталанса пыраççĕ. Хальхи нимĕç чĕлхин — унăн кунçулĕ XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнчен пуçланнă темелле —тепĕр ячĕ тури нимĕç чĕлхи. Ăна ура çине тăратма Мартин Лютерăн Библийĕ, Иоганн Вольфганг фон Гёте, Фридрих Готлиб Клопшток тата Иоганн Кристоф Готтшед çыравçăсен пултарулăхĕ, Иоганн Кристоф Аделунг, Гримм тăвансен тата Конрад Дуден лингвистика ĕçĕсем хăватлă ӳсĕм панă.

Хальхи литература нимĕç чĕлхин никĕсне тури нимĕç диалекчĕсене хунă. Унсăр пуçне уйрăмла нимĕç диалекчĕсем (сăмахран, анатри нимĕç е алеманн) пур, вĕсем хăйсен уйрăмлăхне упраса пыраççĕ. Австрипе Швейцарире  хăйсен диалект никĕсĕпе йĕркеленнĕ нимĕç чĕлхин варианчĕсем пур, вĕсем фонетикăпа грамматика енчен хăйне евĕрлĕ йĕркеленчĕклĕ.

Нимĕç чĕлхин диалектсем нумай. Вĕсем пĕр-пĕринчен самай уйрăлса тăнăран тĕрлĕ диалектпа калаçакансем пĕр-пĕрне ăнланмаççĕ. Диалектсен шучĕ пысăк пулнин сăлтавĕ çак çĕрсен историйĕнчен пырать. Романпа славян чĕлхисен ушкăнĕсемпе танлаштарсан герман ушкăнне кĕрекен чĕлхесен çĕрĕсем çинче мĕн авалтан уйрăммăн аталанма тăрăшнă. Ку паллах пĕр чĕлхене аталанма пулашман — тĕрлĕ çĕрсенче нимĕç чĕлхи тĕрлĕрен аталаннă май хальхи Германири диалектсен шучĕ питĕ пысăк. Малтан Германине пĕрлештерни те пĕр чĕлхе тупасси патне илсе çитереймен.

Нимĕç алфавитĕнче 26 мăшăр латин саспаллипе (пĕчĕк тата пысăк) усă кураççĕ; буквы, обозначающие умлаутланă сасăсене палăртакан саспаллисене (ä, ö, ü) тата ß (эсцет) лигатура алфавит йышне кĕртмен. Алфавит майĕпе ä, ö, ü сортланă чухне вĕсене a, o, u уйăрмаççĕ; умлаутпа кăна уйăрăлса тăракан сăмахсене майлаштарнă чухне умлаутлă сăмаха каярах лартаççĕ; ß паллăпа тăсăллă уçă сасăсемпе дифтонгсем хыççăн усă кураççĕ и приравнивается к сочетанию ss. Анчах та Однако при перечислении немецких букв буквы ä, ö, ü нимĕç саспаллисене a, o и u саспаллисемпе юнашар мар, ят-йышăн вĕçĕнче, лартаççĕ. Сăмахсарсенче нимĕç сăмахĕсене умлаута шута илмесĕр вырнаçтарнă.

Латиницăна нимĕç чĕлхине кĕртиччен çырура рунăсемпе усă курнă, вĕсене герман çĕрĕсене христианланă хыççăн пĕтĕмпех пăрахăçланă. XX ĕмĕрчен официаллă готика шрифчĕпе (çав шутра урăх çĕршывсенче кăларнă сăмахсарсенче) усă курнă.

Çаплах ятарлă готика алçыру шрифчĕпе фрактура (шкулсенче 1941 çулчен вĕрентнĕ) пулнă. Антиквапа малтан официаллă мар XIX ĕмĕртенпе усă курнă, 1918 çулхи ноябрь революцийĕ хыççăн официаллă кĕртнĕ. Нацистсем хуçаланнă чухне готика шрифтне каялла тавăрнă, пĕр вăхăт унпа официаллă çырнă, анчах та тепĕртакран нацистсен пропаганди готика шрифчĕсене хĕстерме тытăннă, вĕсенче Еврейсен тăваткал çырăвĕн йĕрленчĕкĕсене асăрханă имĕш. Халĕ вĕсене декарацилле илемлетме е кĕнекесене пичетлеме усă кураççĕ.




#Article 233: Хĕллехи XX-мĕш олимп вăййисем (119 words)


Хĕллехи XX-мĕш олимп вăййисем Италире вырнаçнă Турин хулинче иртеççĕ. Вăйăсене 2006 çулхи нарăсăн 10 уçăлаççĕ. 2006 çулхи нарăсăн 26 вĕсене хупаççĕ. Италире малтан та хĕллехи олимп вăййисене иртернĕ пулнă. Ку вăл 1956 çулхи Кортине д’Ампеццо хулара иртернĕ вăйăсем пулнă.

Турин хулине ПТОК комитечĕ Сеул хулинче иртернĕ 109-мĕш сессийĕнче суйласа илнĕ. Çак вырăна йышăнас тесе çаплах Сьон (Швейцари), Закопане (Польша), Попрад-Татри (Словаки), Хельсинки (Финлянди), Лиллехаммер (Норвеги) тата Клагенфурт (Австри) хулисем те кĕрмешнĕ. Сасăлавăн вĕçĕнче çак хисепе Турин çĕнтерсе илнĕ. Уншăн 53 сасă панă пулнă, Сьон хулишĕн вара 36 сасă кăна.

Вăйăсенче хутшăнма 84 çĕршывран 2663 спортсмен ((1627 арçын, 1006 хĕрарăм)) килнĕ. Вĕсем пурĕ 84 медаль комплекчĕсен ăмăртса кĕрĕшнĕ.

(*) Çурçĕр Корейп Кăнтăр Корей спортсменĕсем пĕрлешнĕ ушкăнпа, пĕр ялавпа вăйĕсене хутшăнаççĕ.




#Article 234: Çурçĕр Пăрлă океанĕ (112 words)


Çурçĕр Пăрлă океан, — Евразипе Çурçĕр Америка континенчĕсем хушшинче вырнаçнă, лаптăкĕпе чи пĕчĕк океан. Лаптăкĕ 14,75 млн км2, объемĕ 18,07 млн. км3. Чи тарăн вырăн Гренланди тинĕсĕн 5 527 метр тарăнăшĕнче вырнаçнă. Вăтамран тарăнăшĕ вара 1 225 метр.

Еврази патĕнче çак тинĕссем вырнаçнă: Норвеги, Баренц, Шурă, Кара, Лаптевсен, Хĕвелтухăç Çĕпĕр тата Чукотка тинĕсĕсем; Çурçĕр Америка хĕрринче çаксем вырнаçнă: Гренланди, Бофорт, Баффин, Гудзон кӳлмекĕ, Арктикăри Канадăн архипелагĕн заливĕсемпе проливĕсем.

Утравсен шучĕпе Çурçĕр Пăрлă океан Лăпкă океан хыççăн иккĕмĕш вырăна йышăнать. Чи пысăк утравсемпе архипелагсем: Арктикăри Канадăн архипелагĕ, Гренланди, Шпицберген, Франц-Иосиф Çĕрĕ, Çĕнĕ Çĕр, Çурçĕрти Çĕр, Новосибирск утравĕсем, Врангель утравĕ.

Пысăк портсем: Мурманск, Беломорск, Архангельск, Диксон, Тикси, Певек (Раççей); Тромсё, Тронхейм (Норвеги); Черчилл (Канада).




#Article 235: Петров Андрей Павлович (120 words)


Петров Андрей Павлович, — совет кĕвĕçи. 1930 çулхи авăн уйăхĕн 2 Ленинградра çуралнă. 2006 çулхи нарăсăн 15 Санкт-Петербург хулинче вилнĕ. Андрей Павлович нумай оперăсем, балетсем, симфонисем, инструментлă концертсем, эстрада юррисем, спектакльсем валли кĕвĕ кĕвеленĕ.

Арăмĕ — Петрова Наталия Ефимовна (1931 ç.), журналист. Хĕрĕ — Петрова Ольга Андреевна (1956 ç.), кĕвĕçĕ, темиçе ĕçе Андрей Павловичпа пĕрле çырнă.

Андрей Петров ятне пĕчĕк планетăна панă. Санкт-Петербург хулин чаплă гражданинĕ.

Çураласса Андрей Петров Ленинградра çуралнă. Ашшĕ — Петров Павел Платонович (1903 ç.), хирург. Амăшĕ — Ваулина Ольга Петровна (1902 ç.), ӳкерӳçĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çĕмьепе пĕрле Çĕпĕре куçнă. Унта вăл литературăпа кăсăкланма пуçланă, вырăнти вулавăшра нумай вăхăт иртернĕ, калавсем çырнă, роман та çырма пикеннĕ. 

Андрей Петров 80 ытла кинокортина валли кĕвĕ кĕвеленĕ.




#Article 236: Долгов Василий Архипович (109 words)


Долгов Василий Архипович (14.01.1906, Хутар ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Çĕмĕрле районĕ, Чăваш Ен -19.07.1990, Шупашкар, Чăваш АССР), — чăван прозăçи, сăвăçи, литература критикĕ. 

СССР ÇП пайташĕ (1948), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1975), РСФСР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1984). 

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ орденĕсене, «Хисеп палли» орденне, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Чăваш рабфакĕнче (1924—1927), Мускав патшалăх универчитечĕн историпе философи факультетĕнче (1930 çулта вĕренсе тухнă) вĕреннĕ. 

Чăваш рабфакĕнче истори вĕрентӳçи, каярах директор пулса ĕçленĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 

Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, тĕп редакторĕ вырăнĕнче тăрăшнă.

Чăваш чĕлхи çине В.И. Ленин ĕçĕсене куçарнă. Критикла статьясем, калавсем, сăвăсем çырнă. Ытларах енĕпе литература критикĕ пек паллă. 




#Article 237: Клевлĕ районĕ (132 words)


Клевлĕ райо́нĕ — Самар облаçĕн (РФ) çурçĕр-тухăçĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçи (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район)

Администраци центрĕ — Клевлĕ хула.

Клевлĕ районĕ, — Самар облаçĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă район. Район лаптăкĕ — 1255,6 км2. Район центрĕ Самар хулинчен 215 çухрăмра ларакан Клевлĕ станциĕнче вырнаçнă. Района 1965 çулта туса хунă.

Çурçĕр енче Тутарстан, хĕвел анăç енче Шăнтал тата Исаклă районĕсем, кăнтăр енче Хăмăш районĕ, хĕвелтухăç енче Оренбург облаçĕ вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла 35 çухрăма, анăç енчен тухăç еннеле 38 çӳхрăма тăсăлнă.

Район пуçлăхĕ — Соловьев Иван Николаевич.

Районта пурĕ 53 ял. 16, 4 пин çын пурăнать.
Вырăссем – 34,5%, чăвашсем (районта 16 чăваш ялĕ) – 30,6%, ирçе – 27,7%, тутарсем – 5,4% тата ыттисем – 1,8%.

Районта нефть, çурт хăпартмалли материалсем, бутовăй чул, гипс, хăйăр, тăм пур. Районăн тĕп отрасĕлĕ вырăнĕнче ял хуçалăх тăрать.




#Article 238: Емельянов Анатолий Викторович (183 words)


Емельянов Анатолий Викторович (Мăньял Хапăс ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР — 2000, чӳк, 23, Чăваш Республики, Шупашкар), — чăваш прозăçĕ, публицисчĕ.

Чăваш халăх çыравçи (1990), СССР ÇП пайташĕ (1966). 

Чăваш Комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ (1975), Чăваш Республикин К.В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕ (1990). 

Халăхсен туслăхĕн тата Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçлĕ пулнă.

Вăрнар зооветтехникумĕнче, Ленинградра партин аслă шкулĕнче, Мускаври литературăн аслă курсĕнче (журналистики факултечĕ) пĕлӳ пухнă. Çарта хĕсметре тăнă. Партин Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1965-1972), Чăваш АССР культура министрĕ (1972-1973), Чăваш АССР çыравçăсен пĕрлешĕвĕн правленин председателĕ (1978-1986) пулса тăрăшнă. 

Малтанхи сăвви 1949 çулта район хаçатĕнче пичетленнĕ. «Кăмăл» ятлă калавĕ 1957 çулта «Çамрăк кÇоммунист» хаçатăн виççĕмĕш номерĕнче кун курнă.

Калавсем, хайлавсем, романсем çырать: Канăçсăр çуркунне (1960),Кăвайт çутисем (1960),Çавал сарăлсан (1966),Катăлнă уйăх (1968),Чапшăн пурăнмастпăр (1971),Шăнкăрав курăкĕ (1975),Хура кăрăç (1981),Кĕмĕл çил (1985). «Шăнкăрав курăкĕ» повеçшĕн Çеçпĕл ячĕллĕ (1975), «Ят» тата «Ватă ăшши» кĕнекесемшĕн Иванов ячĕллĕ (1990) премине тивĕçнĕ. Пурĕ 30 ытла кĕнеке тухнă. Çурри вырăсла тухнă: Кузьма Овражный (1978),Герасим-золотоискатель (1986),Перевёртыш (1996),Год-тринадцать месяцев. Çыравçă кун-çулпа тан пыма тăрăшать. Публицистика статьисене çырать. Нумай пулмасть «Юлашки çыран» романа хайланă. 

Вулакансем çак кĕнекесене вулама юратаççĕ:




#Article 239: Горшков Анатолий Ермолаевич (169 words)


Горшков Анатолий Ермолаевич, — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1931 çулхи кăрлачăн 5 Муркаш районĕнчи Вускасси ялĕнче çуралнă.

Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1985).

Анатолий Ермолаевич хресчен çемьинче кун çути курнă. 1938 çулта пулас тĕпчевçĕ Сăпайкассинчи пуçламăш шкулта вĕренме пуçланă. Унтан Калайкассинчи çичĕ çул вĕренмелли, Ишлейри вăтам шкулсенче ăс пухнă. 1947 çулта шкултан вĕренсе тухса  Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Ăна 1953 çулта вĕренсе пĕтернĕ.

Институтра вĕреннĕ чухнех Анатолий Горшков хаçат-журнала статьясемпе тĕрленчĕксем çырма пуçланă.

Чăваш патшалăх кĕнеке издательстви редакторĕ (1953-1954; 1961-1964), Чăваш республикин пичет управленийĕн пуçлăхĕ (1964—1968), Чăваш ăслăлăх тĕпчев институчĕн директор çумĕ (1968—1989), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ (1990 çултанпа) пулнă.

Анатолий Горшков 1963 çулта Мускаври Чĕлхе пĕлĕвĕн институчĕнче «Роль русского языка в развитии и обогащении чувашской лексики» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Унăн тĕпчевĕсем чăваш чĕлхин лексика, орфоэпи, фразеологи, стилистика, терминологи ыйтăвĕсемпе, пуплев культурипе çыхăннă. Асăннă ыйтусене тĕпчесе вăл çĕре яхăн уйрăм кĕнекепе статьясем пичетлесе кăларнă.

Анатолий Горшков вырăсла-чăвашла, чăвашла-вырăсла, фразеологи, орфоэпи словарĕсене, чĕлхе ыйтăвĕсемпе çыхăннă сборниксене хатĕрлес тата редакцилес енĕпе те ĕçлет.




#Article 240: Ефремов Георгий Осипович (130 words)


Ефремов Георгий Осипович, — прозаик. 1912 çулхи çу уйăхĕн 12 халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шанарпуç ялĕнче çуралнă. 1991 çулхи çу уйăхĕн 5 Шупашкарта вилнĕ.

Тăван Çĕршывăн вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ, икĕ хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсене, медальсене тивĕçлĕ пулнă.

Шупашкарта педтехникум тата пединститут пĕтернĕ. Чăваш педагогика институчĕнче физикăпа математика факультечĕнче вĕреннĕ. Ачасане шкулта вĕрентнĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Пединститутра математика вĕрентнĕ. 

Фантастика повеçĕсем çырнă. Çавна май вăл тата 20 ытла ăçлăлăх ĕçĕсене çырнă.

Вал çырнă фантастика повĕçĕсем:

Г.О.Ефремов чăн малтанах çыравçă пек паллă. Çырав ĕçĕсем — фантастика тата ăслав-фантастика жанрĕпе çырнăскерсем. Çапла вара вĕсем хайсемех, çав хайлавсем,  çынсен математика тата ытти ăçлав пĕлÿлĕхне ÿстерме пулăшнă. Анчах та Г.О.Ефремовăн ăславпа тÿреммĕн çыхăннă ĕçĕсем те пур.

Г.О.Ефремов ку тĕлĕшпе мĕн туни пирки ак çак публикацисенче те вуласа пĕлме пулать:




#Article 241: Мунши Премчанд (102 words)


Мунши Премчанд, — Инди паллă çыравçи. 1880 çулхи утă уйăхĕн 31 çуралнă, 1936 çулхи юпа уйăхĕн 8 вилнĕ.

Мунши Премчанд Варанаси патĕнчи Ламахире çуралнă. Ашшĕ почта уйрăмĕнче клерк пулса ĕçленĕ. Çичĕ çӳла çитсессĕн унăн амăшĕ вилнĕ. Ашшĕ те нумаях пурăнман, Премчанд студент çулне çитсен çĕре кĕнĕ. Премчанд амаçӳрипе тата тăван ывăлĕсемпе юлнă.

Ачаранах Премчанд чухăнлăхпа паллашнă.

Пĕрремĕш хут авланнă çемье нумай тăсăлман. Иккĕмĕш хут Премчанд Шиварани Девине качча илнĕ.

Малтан Премчанд урду чĕлхи çинче Навабраи псевдонимĕпе çырнă. Анчах та британецсем унăн «Soz-e-Watan» романне конфискацилесен Премчанду ячĕпе хинди чĕлхи çинче çырма пуçланă. Пурĕ вăл 300 ытла калав, вунă ытла роман, икĕ пьеса çырнă.




#Article 242: Эверккел Ваççи (258 words)


Эверккел Ваççи (чăн ячĕ Самойлов Василий Алексеевич, 1940, чӳк, 7, Вăтам Эверккел ялĕ, Куйбышев облаçĕ, (хальхи Самар облаçĕ, Похвиçнĕ районĕ çур.) — чăваш сăвăçи, прозă ӑсти, куҫаруҫи.

СССР писателӗсен пӗрлешӗвӗн членӗ (1979).

Вунă класс пĕтерсен пĕр вăхăт район хаçатĕнче ĕçленĕ. Выборг хулинчи (Ленинград облаçĕ) Тинĕс-Çар шкулĕнче вĕреннĕ. Çурçĕр флотĕнче моряк пулнă. Каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинче «Пионер сасси» («Тантăш») хаçатра вăй хунă, çав хушăрах И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетран куçăмсăр майпа вĕренсе тухнă. «Капкăнпа», «Хатĕр пул» («Çилçунат») журналсенче, «Хыпар» хаçатрă ĕçленĕ.

Эверккел Ваççин шӳтлĕ-йĕплĕ калавĕсем, сăввисемпе юптарăвĕсем республикăра тухакан хаçат-журналта час-часах пичетленеççĕ. Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Кану кĕнеки», «Хамăр хушăра» (сăвăсем, 1980), «Тухтăр чĕлхи», «Капкăн» библиотекинче «Каламалли пурччĕ» (калавсем, 1982), «Чарусăр алă» кĕнекисем пичетленсе тухнă.

Василий Самойлов // Çилçунат. – 1999. – № 5-6. – С. 23.

Василий Самойлов (Эверккель) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 424.

Йĕплет, питлет – утмăла çитет // Хресчен сасси. – 2000. – 3 чӳк.

Михайлов, В. Эверккел / В. Михайлов // Ялав. – 1984. – № 7. – С. 32.

Тимаков, В. Самар тăрăхĕн кулăш ăсти / В. Тимаков // Хыпар. – 2000. – 16 чӳк.

Юман, А. Василий Эверккель (Самойлов) / А. Юман // Канаш (Ульяновск обл.). – 1995. – 4 чӳк.

Абрамов, В. А. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич / В. А. Абрамов // Ч

Афанасьев, П. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебксары, 2006. – С. 353.

Ялгир, П. Самойлов (Эверккель) Василий Алексеевич // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 100.




#Article 243: Çĕпрел районĕ (272 words)


Çĕпрел районĕ (, ) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.

Района 1930 çулта йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ — ?.

Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе чикĕ тытать. 

Археологи ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăннине палăртнă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсметри тутарсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, ирçĕ пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене тискер уй тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те. 

Районта хутăш халах пурнать: тутарсем — 16231 çын (58 %), чăвашсем - 11651 çын (41 %), вырăссем - 177 çын (0,6 %), ыттисем — 44 çын.

Район шутне 52 пурăнан вырăн, 19 ял тăрăхĕ кĕрет.

Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи тулă, кĕрхи ыраш, урпа, сĕлĕ, вир, пăрçа, хура тулă, сахăр кăшманĕ, çĕрулми ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.

Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.

Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.

Ишлĕ  Кив Йĕлмел  Кивĕ Шемĕршел  Кивĕ Упи  Матак  Пасарлă Упи  Паснапуç  Саплăк  Çĕнĕ Йĕлмел  Çĕнĕ Упи  Тăванъел  Турхан Упи  Хула Çырми  Хурăнвар  Чăваш Çĕпрел  Чăваш Шемĕршел




#Article 244: Çут тĕнчери çичĕ асам (125 words)


Тĕнчен çичĕ тĕлĕнмеллисем, — авалхи тĕнчери çын тунă тĕлĕнтермĕшсен ят-йышĕ.

Тĕнчери чи тĕлĕнмелле çуртсен ят-йышсене иккĕ пин çул ытла каялла тума пуçланă. Вĕсен авторĕсен хушшинче — паллă историксем, çыравçăсемпе археологсем. Кашни тенĕ пекех шăпах çиччĕ объекта сĕннĕ.

Чи малтанхи ят-йыша Авалхи Грецире пирĕн эрăчен III ĕмĕрте тунă пулнă. Малтан унта виçĕ тĕлĕнтермĕш кăна кĕртнĕ пулнă, кайран вара ыттисене кĕртнĕ. Чи малтанхи тĕлĕнтермĕш шутне Хеопс пирамиди, Çакăнса тăракан садсем, тата Артемида чиркĕвĕ кĕнĕ. Пирĕн кунчен Хеопс пирамидисем кăна упранса юлнă.

Географи тĕлĕшĕнчен илсен çак объектсем пурте Вăтаçĕр тинĕсĕн тухăç енчи пысăках мар территорийĕнче пулнă. Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра туса лартнă. Тĕнче тĕлĕнтермĕшĕсенчен пĕрремĕшне 5 пин çул каялла туса лартнă. Çакăнса тăракан садсен çĕр-шывĕ - Вавилон (пирĕн эрăччен VII ĕмĕрте). Кайран кашни ĕмĕрте пĕрер тĕлĕнтермĕш çĕкленсе ларнă.

)




#Article 245: Александри маякĕ (126 words)


Александри маякĕ, — «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен паллă маяк. Ăна Вăта çĕр тинĕсĕнче хăрушлăхсăр судоходствăна тивĕçтерме тата пăрахутсемпе карапсем йышлă çӳрекен вырăнта тинĕсе сăнама туса лартнă. Александри çыранĕсем çывăхĕнчи Форос текен пĕчĕк утрав строительство площадки пулса тăнă. Питĕ пысăк чул никĕс çинче виçĕ мрамор башня вырнаçнă. Чи çӳлтинче - питĕ пысăк бронза чашăкра йывăç кĕлĕ тĕлкĕшсе тăнă, унăн çутине кăткăс система пулăшнипе 100 миль ытла инçĕшне сапаланă. Маяк çӳллĕшĕ 120 метра яхăн пулнă. 

Александри маякĕ 1500 çула яхăн тытăнса тăнă. XII ĕмĕр патнелле Александри бухтине юшкăн нумай пухăнса тулнипе карапсем унта кĕрейми пулнă. Çаванпа та маяк кирлĕ мар пулса тăнă, вăрахăн арканма пуçланă. XIV ĕмĕрте çĕр чĕтреннипе арканнă. Кайрантарах унăн ишĕлчĕкĕсенчен мусульмансем форт хăпартнă. Форта темиçе хут çĕнĕрен хăпартнă, вăл халĕ те малтанхи вырăнта тăрать.




#Article 246: Галикарнасри мавзолей (164 words)


Галикарнасри мавзолей, — «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен паллă çурт. Ку çурта тунă хыççăн çавăн пек çуртсене çакăн пек ят панă, çав шутра Хĕрлĕ лапамри мавзолея та Мавсол /е Мавзол/ текен патша хăйне тупăк çуртне хуртарса ĕмĕр-ĕмĕре вилĕмсĕрлетес тенĕ. Тупăк çуртне патша ячĕпе Мавзолей тенĕ, малашне пытармалли пысăк тупăк çурчĕсене пурне те çапла калама пуçланă. Мавсол хăй пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте Перси империне кĕнĕ Кари хуçи пулнă. Хăйĕн йăмăкне Артемисие качча илнĕ. Арăмĕ упăшки вилнĕ хыççăн Галикарнасра, патшалăхăн тĕп хулинче, мавзолей туса пĕтернĕ. Çавна май хăйне валли те унта хисеплĕ вырăн палăртса хунă.

Ку вăл 50 метр çӳллĕш виçĕ хутлă çурт пулнă. Унтах Мавсолпа Артемисие ӳкерсе панă мрамор скульптура пулнă. Аялти хутне 15 колонна тĕревлесе тăнă, унтах вилесене хумалли храм пулнă, вăл 5000 тăваткал метр йышăннă.

Галикарнасри мавзолей XV ĕмĕрччен упраннă. Çĕр чĕтреннипе вăл хытах сиенленнĕ, çакăн хыççăн рыцарь-иоаннитсем мавзолее хăйсене валли чул мăнастир тума пăснă. XIX ĕмĕрте археологсем мавзолей юлашкийĕсене, çав шутрă Мавсолпа Артемиси статуйисене, ытти эрешсене чавса кăларнă. Вĕсем Британири музейре упранаççĕ.




#Article 247: Родос Колосĕ (163 words)


Родосри Колосс, — Эгей тинĕсĕнчи Родос утравĕнче вырнаçнă, «Тĕнчен çичĕ тĕлентермĕшĕ» шутне кĕрекен тем пысăкăш статуя.

Пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте Родос çине Деметрий полководец çарĕсем тапăннă. Тăшмана чарма май килнĕ. Деметрий хăйĕн çарĕсемпе тарнă, çыран хĕррине çав вăхăтри чи хăватлă хĕç-пăшал — гелеополида хăварнă. Утрав çинче пурăнакансем çак тĕлĕнтермĕш хĕç-пăшала пысăк укçалла сутса янă, çак укçапа тĕнчери чи пысăк статуя туса лартнă. Çак скульптура авторĕ — Харес. 

Тĕрлĕ автор Колосс 33-50 метр çӳллĕш пулнă тесе çирĕплетеççĕ. Статуйăна 12 çул тунă, вăл çур ĕмĕртен те каярах тăнă. Пирĕн эрăчен 222 çулта çĕр чĕтреннĕ вăхăтра Колосс ишĕлнĕ. 

Страбон ак епле çырнă: «Статуя чĕркуççисем патĕнчен çĕр чĕтренĕвĕпе хуçалса аннăскер çĕр çинче выртатчĕ». Анчах ку вăхăтра та вăл нумайăшне тĕлĕнтернĕ. Аслă Плиний каласа панă тăрăх унăн пысăк пӳрнине хăш-пери кăна икĕ аллипе ыталаса илме пултарнă.

Ишĕлсе аннăскер вал пин çул патнелле выртнă. 977 çулта Родоса арабсем тытса илсен вĕсем ăна пĕр купсана сутса янă. Пер хроникара каласа панă тăрăх вăл статуйăна 900 тĕве çине тăяса илсе кайнă.




#Article 248: Матен Емельян Захарович (108 words)


Матен Емельян Захарович (паспортри хушамачĕ - Захаров,  1893 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ, Иккасси ялĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Шупашкар районĕ)  — 1941 çулхи чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕ) — чăваш литература тишкерӳçи.

СССР ÇП пайташĕ (1934).

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕнче, Петроградри тĕн академийĕнче (1917) тата Ленинградри тухăç халăхĕсен ăслăлăх тĕпчевĕн институчĕн аспирантуринче (1929) пĕлӳ пухнă. 

Вĕрентӳçĕ вырăнĕнче ĕçленĕ (1923—1926), Чăваш педагогика институчĕн доценчĕ (1930—1937) пулнă. Çавăн пекех 1935—1937 çулсенче чăваш тĕпчев институчĕн директор çумĕ пулнă. 

Емельян Матена чăваш литература тишкерĕвĕн никĕçлевçи тесе шутлаççĕ. 1934 çулта вăл «Чăвашсен илемлĕ литератури» кĕнекине пичетлесе кăларнă. Унта вăл чи малтан К. Иванов, П. Хусанкай, С. Элкер тата ытти çыравçăсен пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтарнă.




#Article 249: Францин гимнĕ (371 words)


Марсельеза (франци чĕлхипе La Marseillaise) Францин патшалăх гимнĕ шутланать. Франци Аслă Революцирен тухнă чи паллă юрă. Революционерсен юрри пулнă, кайран ăна патшалăх гимнĕ вырăнне йышăннă.

La Marseillaise
 
 Allons enfants de la Patrie,
 le jour de gloire est arrive
 Contre nous de la tyrannie
 L'etendard sanglant est leve.
 L'etendard sanglant est leve:
 Entendez-vous dans nos campagnes
 Mugir ces feroces soldats!
 Qui viennent jusque dans vos bras
 Egorger vos fils et vos compagnes.
  
 Refrain:
   Aux armes citoyens,
   Formez vos bataillons.
   Marchons! Marchons!
   Qu'un sang impur
   Abreuve nos sillons
  
 Que veut cette horde d'esclaves
 De traitres, de rois conjures?
 Pour qui ces ignobles entraves
 Ces fers des longtemps prepares
 Ces fers des longtemps prepares
 Francais, pour nous, Ah quel outrage
 Quel transport il doit exciter!
 C'est nous qu'on ose mediter
 De rendre a l'antique esclavage
 
   Refrain
 
 Quoi! Des cohortes etrangeres
 Feraient la loi dans nos foyers!
 Quoi! Ces phalanges mercenaires
 Terrasseraient nos fiers guerriers.
 Terrasseraient nos fiers guerriers.
 Grand Dieu! Par des mains enchainees
 Nos fronts, sous le joug, se ploieraient.
 De vils despotes deviendraient
 Les maitres de nos destinees
 
   Refrain
 
 Tremblez tyrans, et vous perfides
 L'opprobe de tous les partis.
 Tremblez, vos projets parricides
 Vont enfin recevoir leur prix!
 Vont enfin recevoir leur prix!
 Tout est soldat pour vous combattre.
 S'ils tombent nos jeunes heros,
 La terre en produit de nouveaux
 Contre vous, tous prets a se battre
 
   Refrain
 
 Francais en guerriers magnanimes
 Portez ou retenez vos coups.
 Epargnez ces tristes victimes
 A regrets s'armant contre nous!
 A regrets s'armant contre nous!
 Mais ce despote sanguinaire
 Mais les complices de Bouille
 Tous les tigres qui sans pitie
 Dechirent le sein de leur mere!
 
   Refrain
 
 Amour Sacre de la Patrie
 Conduis, soutiens nos braves vengeurs.
 Liberte, Liberte cherie
 Combats avec tes defenseurs
 Combats avec tes defenseurs
 Sous nos drapeaux, que la victoire
 Accoure a tes males accents
 Que tes ennemis expirants
 Voient ton triomphe et nous, notre gloire
 
   Refrain
 
 (Couplet des enfants)
 Nous entrerons dans la carriere
 Quand nos aines n'y seront plus
 Nous y trouverons leur poussiere
 Et la trace de leur vertus!
 Et la trace de leur vertus!
 Bien moins jaloux de leur survivre
 Que de partager leur cercueil.
 Nous aurons le sublime orgueil
 De les venger ou de les suivre
 
   Refrain




#Article 250: Парис (1025 words)


Парис () — Францин тĕп хули, патшалăх хуçалăхĕпе этеплĕхĕн тĕплĕ вырăнĕ. Сена юханшыв хĕрринче ларать.

Парис çаплах тĕнче шайĕ палăртуллă — кунта ЮНЕСКО, ОЭСР тата Тĕнче сутă-илу палатти штаб-хваттерĕсем вырнаçнă.

Хула ентре Парис шыв-çĕрĕн варринче, тинĕс шайĕнчен 65 м çӳллĕрех вырнаçнă. Парисăн пурăну кварталĕсен чиккине35 çм тăсăлăвлĕ ункăллă автоçулĕ йĕрлет. Парис çумне çаплах анăçалла вырнаçнă Булон вăрманĕ тата тухăç енчи Венсен вăрманĕ те кĕрет. Хула лаптăкĕ — 105 çм², çак парксен лаптăкĕпе, 87 см² — вĕсемсĕр пуçне.

Парис меридианĕ франци карттисенче нуль меридианĕ шутланнă. Прис меридианĕ халĕ те чуллă çул, тротуарсенче тата çуртсем çинче бронза паллисемпе кăтартнă.

Парис вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă.Çулти вăтам температура 10,9 °C, çулти вăтам нӳрĕклĕх — 585 мм. Парисăн микроклимачĕ, тăвăрлăхĕпе тасамарлăхне пула, сывлăш температурипе регионра 2 °C çӳллĕрех, нӳрĕкрех, кăнтăрлари çутăлăхĕ сахалтарах, каçĕсем çутăрах.

Чи шăрăх уйăхĕ — утă — вăтам температури 19,0 °C, чи сивви — кăрлач —вăтам температури 3,1 °C. Çурла уйăхĕ чи çумăрли, вăтамран 62 мм; чи сахалли — пуш уйăхĕнче, вăтамран 32 мм.

 

Аваллăхра, вăтам ĕмĕрсенче вĕçĕ-хĕррисĕр вăрçăсене, мур амакне тата выçлăха пула пурăнакансен йышĕ чылаях ӳкет. Теслĕхрен, 1832 çулхи холера эпидеми инкекĕнче 20 000 яхăн çын çĕре кĕрет.

XIX ĕмĕрти индустриализаци тапхăрĕнче этем питĕ хăвăрт ӳсет. 1921 çулта йыш 3 миллиона çитет, çак цифра халиччен Парисăн историнче чи йышли шутланать. Халĕ Парисра икĕ миллионран кăшт ытларах çын пурăнать.

Парисхалăхĕн улшăнăвĕ

Франци тĕп хулин территории çинче Иль-де-Франс регионĕн 19,3 %  тата çĕршывăн 3,6 % халахĕ пурăнать. Çапла вара, Парис Францин чи йышлă çĕрĕ — 20 433 çын/çм² — пулать. Халăх йышлăхĕ кашни тăрăхăн тĕрлĕ. Сайрарах халăх тăрăхсем — 12-мĕш (8 370 çын/çм²) çак территорие Венсен вăрманĕпе 1-мĕш (9 228 çын/çм²) тăрăхсен çĕрĕсене кĕртнипе пулаççĕ. Чи йышли —40000 çын/çм². ытла 11-мĕш тăрăхĕ

Халĕ Парисра 310 000 яхăн ют çĕр çынни пурăнать, ку хулан 14,5 % шутланать. Чылай енĕпе  иммигрантсем  Португали, Алжир, Марокко çĕршывĕсенчен тата Европăпа Африкăран тухнă çынсем.

Уйăраççĕ: Paris intra-muros (тĕплĕн  куçарсан: «хӳтлĕх ăшĕнче») — харпăр Парисĕ, тата Grand Paris («Мăн Парис») — хулапа хулаçум пурăну вырăнĕсем, Парис агломерацийĕ.

Парис официаллă 20 муниципаллă тăрăхран тытăнса тăрать, вĕсене варринчен тулашнелле тата сехет сăнни куçнă май нумĕрленĕ. Кашни тăрăх тăватă квартала пайланать, кашнин хăйĕн полици уйрăмĕ пур.

Тăванлă хуласем:

Франци тĕп хули туслăхпа пĕрлĕ ĕçлĕх килĕшӳ хучĕсене çак хуласемпе ал пусса çирĕплетнĕ:

Хула пирĕн эрăччен III ĕмĕрте кельтсен паризи йăхĕ йышăннă хальхи Сите утравĕнчи Лютеци пурăну вырăнĕнче никĕсленĕ. Хулан хальхи ячĕ çак йăхран сыхланса юлнă. Лютеци пирки пĕрремĕш пирĕн эрăччен 53-мĕш çулхи Юлий Цезарь Галлипе вăрçнин 6-мĕш кĕнекинче çырнă.

Пирĕн эрăччен 52 çулта римсен хулана тӳрех туртса  илесси ăнăçлă пулман, иккĕмĕш хут тапăнсан, паризисем Лютецие çулăма кĕртеççĕ, кĕперсене ишĕлтереççĕ. Римсем вара вĕсен утравне тĕкĕнмесĕрех, Сенăн сулахай çыранĕнче çĕнĕ хула туса лартаççĕ. Унта термсем, форум тата амфитеатр çĕкленĕ. Рим Империнче хула ытла палах улман.

Римсем хуçаланни 508 çулта франксем килсе кĕнипе вĕçленет.

Филипп II Август тапхăрĕнче хулан хӳтлĕхне çирĕплетеççĕ: 1190 çулта Сенăн сылтăм хĕрринче, 1210 çулта — сулахай енче те хула хӳтлевне хăпартаççĕ. Çав вăхăтрах Парисăн анăç тулашĕнче Лувр карманне туса лартаççĕ.

XI ĕмĕртен пуçласа Парис — европа çутĕçĕн, пирваях, тĕнĕн, тĕпĕ пулса тăрать. XIII ĕмĕрте, вĕретӳçĕсем хушшинчи тавлашусене пула, сулахай çыранĕнче (хальхи Латтин кварталĕ) «никама пăхăнман» колледж йĕркеленет, каярах вĕсенчен паякунхи Сорбонна çуралать.

XIV ĕмĕрте хулана юханшывăн сылтăм çыранĕнчен тепĕр хӳтлĕхпе хупăрлаççĕ, халĕ çак вырăнта Мăн Бульварсем.

Людовик XIV вăхăтĕнче патша кил вырăнĕ Версале куçса каять, анчах та Парис хуçалăхĕ аталанса пынă,çын йышĕ ӳснине  май çавах Францин политика тĕпĕ шайне алран ямасть.

XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче Парисра 21 Пур тĕнче куравĕсенчен 5-шĕ иртет, çакă ĕнтĕ хулан этеплĕх тата политиса сĕмне палăртать.

Иккĕмĕш импери сӳнсен тата Париса нимĕç çарĕсем кĕрсе Парис коммунине çĕмĕреççĕ, состоящая из рабочих, ремесленников и мелких буржуа, выступила против временного консервативного правительства республики.

XIX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тата XX ĕмĕрĕн пĕрремĕш вунçуллăхĕнче («Паха тапхăр»), Франци хуçалăхĕн кунчен пулман аталану тапхăрĕ пулать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче хулана нимĕç вермахчĕ оккупацилет, çак намăс-хĕнлĕхрен хула 1944 çулхи çурла уйăхĕнче çеç хăтăлать.

Чукун çулăн йĕрĕсем парис вокзалĕсене Францин пур çĕрĕсемпе тата куршĕ çĕршывсемпе çыхăнтараççĕ. Хула вокзалĕсенене пĕрлĕ усă куракан çĕр çинчи транспортпа çитме пулать.

Япала турттарма Лё Бурже вокзалĕпе ус кураççĕ.

Францин чи чаплă аслă пĕлӳ керменĕсем унăн теп хулинче вырнаçнă.

Чи папаллă Парис университечĕ — Сорбонна, ăна 1257 çулта Робер де Сорбон чухăн çынсене Турă пĕлуне парас тĕллевпе йĕркелесе янă. Питĕ хăвăрт Сорбонна (хăйĕн ятне университет XIV ĕмĕрте çеç тивĕçнĕ) Парисăн та, Францин та чи чаплă пĕлӳ вырăнĕ пулса тăрать. Сорбонна тавра Латтин кварталĕ чăмăртанать, çак ят каярах урăх хулари студентсен кварталĕсене те куçать. 1968 çулта Парис университетне улăштарнă та  13 ирĕклĕ аслă пĕлӳ керменĕ туса хураççĕ, вĕсенчен 5 халĕ  Парис çумĕнче вырнаçаççĕ.

Парисрах Франци институчĕ (Institut de France) вырнаçнă, унăн 5 академи, вĕсенчен чи мăнни та чи чапли Институт шутне 1803 çулта кĕнĕ Франци Академийĕ шутланать. Франци Академийĕ Валентэн Конрар 1629 çулта йĕркеленĕ парис литература кĕтесĕнчен çуралать. Патшалăх ăслăлăх тĕпĕн статусне Академи 1635 çулта тивĕç пулать.

Урăх чаплă пĕлӳ керменĕсен шутне Коллеж де Франс, Политехника шкулĕ, Аслă виçе-йĕрке шкулĕ, Католици институчĕ, Ту ĕç институчĕ тата Наци тытăмлăх институчĕ кĕрет.

Франци патшисен пулнă кил йăвинче 1793 çулта уçнă Лувр музейĕнче тĕнчери паллă пухăвĕсенчен пĕри упранать. Коллекци шутĕнче аваллăхран пуçласа XIX ĕмĕрĕн вĕçне çити тапхăрне кĕрекен 30 000 экспонат.

Орсе музейĕ малтан чукун çул Орсе вокзалĕ пулнă çуртĕнче, Сена çыранĕнче вырнаçнă. Вокзал çуртне Париспа Орлеана çыхăнтарас тĕллевпе Виктор Лалу ĕç тăвăмĕпе 1900 çулта туса лартнă, анчах та 1939 çулта хупнă. 1980-мĕш çулсенче Гае Ауленте ертсе пынипе çурта çĕнетсе улăштарса çĕнĕ музей турĕç.Орсе музейĕнче франци импресионисчĕсен коллекцийĕпе паха. Вĕсемпе пĕрле кунта 1848—1914  çç. тапхăрти ӳкерчĕксене, скульптурăсене, фотографисене тата сĕтел-пукана кăтартаççĕ.

Жоржа Помпиду этеплĕх тĕпĕ

Парис опери опера ӳнерлĕхаталанăвне нумай ӳсĕм панă. Паян Парисра опера икĕ театăрĕ: Гарнье Оперипе Бастили опери. 1875 çулта уçăлнă, архитектор ячĕллĕ Гарнье опери, лаптăкĕпе 11  237 м², тĕнчипе те чи пысăкки шутланать. Çĕнни — Бастилия опери —  1989 çултанапа ĕçлет. Уçăлнăранпах унта балет тата классика опера спектакăлĕсене лартаççĕ.

Чаплă Комеди Франсез 1680 çулта малтанхи Мольерăн темиçе ушкăнлă Illustre Théâtre театăрĕнчен çуралать. Комеди Франсез сценинче Сара Бернар тата Жан-Луи Барро пеккисем вылянă. Халĕ театр  классика репертуарĕпе куракансене хавхалантарать.

Варьете кăмăллакансем валли Парисра темĕн чуль кабаре. Чи астăвăмрисем — Мулен Руж, Лидо тата Латтин кварталĕнчи Парадиз Латтин.

Синематограф курăм ӳнерлĕхĕ шайĕпе Парисра 1895 çулхи раштав, 28 çуралать. Капуцинок бульварĕнчи «Гран-кафере»  «Люмьерсен синематографне» пĕрремĕш хут кăтартаççĕ.

Çавăн пекех вулăр Франци синематеки.




#Article 251: Франс чĕлхи (362 words)


Франс чĕлхи () — французсен (Францин официаллă чĕлхи), Бельгин, Швейцарин, Канадăн франс чĕлхиллĕ халăхĕ (вĕсенче вăл официаллă чĕлхесенчен пĕри пулать). Франци чĕлхипе нумай патшалăхра Африкăри, Кариб бассейнĕн (Гаити ), Франци Гвиани саралнă, çав шутра официаллă чĕлхе вырăнĕнче те шутланать. 

Инди-европа чĕлхе çемьин (роман ушкăнĕ, галл-роман ушкăн пайĕ). Латынь халăх чĕлхинчен аталанса, унран тепĕр роман чĕлхипе танлаштарсан, аяккарах тарнă. Çырулăхĕ латин алфавичĕн никĕсĕпе.

Пĕрлешӳллĕ Нацисен Йĕркеленӳлĕхĕн 6 официаллă чĕлхинчен пĕри. Франс чĕлхипе калаçакан йышĕ — 130 млн яхăн çын (2000). Франс чĕлхи тĕнчери халăх хушшинчи нумай йĕркеленӳлĕхĕн официаллă чĕлхи тата чылай çын вĕренекен ютçĕр чĕлхи шутланать. Франс чĕлхипе ăнланса калаçма пултаракан çын — 200 миллиона яхăн (Франци Академийĕн сайчĕн хыпарĕпе килĕшӳллĕ).

Légende:
тĕттĕм кăвак: тăван чĕлхи ; кăвак: патшалăх чĕлхи ; çутă кăвак: культура чĕлхи ; кăшăл: франс чĕлхипе калаçакан сахалтанăшĕсем.
Чĕлхе кочĕ - fr (ISO 639 тăрăх)

Франци Конституцийĕпе чĕлхе официаллă статусне 1992 çулта тивĕçнĕ. Мĕнпур официаллă документа тата килĕшӳ хутне франс челхипе çырмалла. Эхер те янравра ютçĕр чĕлхи сăмахĕсем пур пулсан, вĕсен куçарăвĕ пулмалла.

Квебек провинцин официаллă чĕлхи, Канадăн тата Çĕнĕ Брансуик провинцин 2 официаллă чĕлхесенчен пĕри шутланать. Квебекри франс чĕлхи саккунĕпе, патшалăх шкулĕсенче пур ачана, акăлчан чĕлхиллĕ канада гражданĕсен ачисемсĕр пуçне, франс чĕлхипе вĕрентмелле.

Бельгире, Канадăра, Люксембургра, Швейцарире тата чылай африка патшалăхĕсенче.

Франс чĕлхине тĕнче йĕркеленӳлĕхĕсенче тăшлă усă курни чакса пыни тӳрех курăнать. Франс чĕлхин халăхсен хушшинчи курăмĕ уçăмлă пулин те, çапах та ăна сахаллатса ĕçе кĕртеççĕ. ПНЙ 1995 çултанпа Франкофони агентствине пăхса тăракан статусĕ. ПНЙ 185 патшалăх-пайташĕнчен 56-шĕ Франкофони хутшăнаканĕ пулса ПНЙ секретариатне хăйсемпе франсла калаçма сĕнет пулин те, акăлчан чĕлхи ĕç-хĕлре анлă вырăна йышăнса пырать. Франс чĕлхине сайра усă курни персонала (франс чĕлхине пĕлни кирлĕ ыйтăм пулмасть) ĕçе илнинчен, акăлчан таврашлăхĕнчен, бюджета чакарнинчен килет.

ЕП франс чĕлхи официаллă шутланать. Франс чĕлхин пуласлăхĕ улшăнакан Европа Пĕрлешĕвĕнчи унăн вырăнĕнчен килет. ЕП йышне Финлянди, Австри, Швеци кĕни франци чĕлхине татах хавшаклатать, мĕншĕн тесен çак патшалăхсенче акăлчан чĕлхипе те калаçаççĕ. ЕП сарални Рим килĕшĕвĕн принципне пурнăçа кĕртессине чăрмавлать, ăна тӳрĕпех пурнăçласан, пур пайташ-патшалăхăн чĕлхи ЕП официаллă чĕлхи шутланать.

Франс алфавитĕнче 26 мăшăр латин сас паллипе (пысăккисем тата пĕчĕккисем)  диакритика паллипе усă кураççĕ.

Тата диакритикӑллӑ саспаллисем пур:

à â æ ç è é ê ë î ï ô œ ù û ü ӳ




#Article 252: Арис Аркадий Иванович (188 words)


Арис Аркадий Иванович (паспортри хушамачĕ Золотов) (1901, кăрлач, 29, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕн (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ), Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ — 1942, çĕртме, 1, Иланская чукун çул чарăнăвĕ, Красноярск Ен, РСФСР, СССР), — чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи, тăлмач.

СССР ÇП пайташĕ(1934 çул).

Элĕкри икĕ класлă шкулта хута вĕренсе 1915 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илме тытăннă.

Кунта вăл К. В. Ивановăн, Т. С. Семёновăн, Шупуççыннин ĕçĕсемпе паллашнă та хайĕн пурнăçне те чăваш литературипе çыхăнтарма шутланă.

Совет влаçĕн пĕрремĕш кунĕсенчех Аркадий Золотов халăхăн пурнăçне хастар хутшăнать. 1919 çулта ăна Чĕмпĕр кĕпернин ĕçтăвакан комитечĕн çутĕç пайĕн чăваш уйрăмĕн ертӳçĕ пулма суйланă. 1919 çулхи ака уйăхĕнче Арсений тата Николай тăванĕсемпе ирĕк кăмăлпа 7-мĕш Чĕмпĕр перевçĕсен полкне (командир — Космовский Н. С.) хĕсмете тăнă та 1919—20 çулсенче Ăренпур, Илецк тата Уральск патĕнчи йывăр çапăçусене хутшăннă. Фронтра вăл большевиксен партине кĕнĕ.

Вăрçăран таврăнсан Аркадий Иванович 1922 çулта вĕрентӳçсен институтĕнче вĕренсе тухать.

Н. Я. Золотов Ленинграда Ăслăх академине кайсан, Аркадий Иванович пĕр хушă Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать. 1934 çулта ăна СССР ÇП йышăнаççĕ.

Критикăлла тата публисцистикăлла статьясем çырнă. Чăваш литература критикине пуçараканнисенчен пĕри пулнă. 

М. Горкийĕн Манăн университетсем тата Д. Фурмановăн «Чапаев» кĕнекисене чăвашла куçарнă.




#Article 253: Синер (305 words)


Синер (Мăша ушкăнь, Вĕтренкасси) — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Элĕк ял тăрăхне кĕрет.

 

Ял Упа çырмипе Хĕлкаççи юханшывсем хушшинче вырнаçнă. Синерĕн уйрăм пуянлăхĕ — садсемпе пĕвесем. Кашни кил пахчинче — çырла сачĕ. Анкартисем хыçĕнчи ултă пĕве патнелле пĕчĕк урамсем (пăралуксем) çул параççĕ.

Ял вырăнне ĕлĕк 3 çын куçса ларнă теççĕ. Пĕри — Асамат ялĕнчен, тепри — Элĕкрен, виççĕмĕшĕ — Янкурасран.

Чăн ĕлĕк яла Вĕтренкасси тесе каланă теççĕ. Синер тесе çырма ячĕпе çырма пуçланă. Мăшай — тĕне кĕмен чăваш ячĕ.

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Элĕк çумĕнчи Синер ялĕнче 30 киле яхăн çеç пулнă. Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсене хатерлекен шкултан вара çак ялтан 13 çын вĕренсе тухнă! Акă вĕсем: В. Г. Золотов, Е. С. Сергеев, Н. Я. Золотов, В. С. Саввин, Г. М. Максимов, Р. Г. Золотова, И. В. Петриков, Т. В. Васильев, П. В. Васильев, Арк. И. Золотов, П. Т. Золотов, П. Т. Никитин.

И. Я. Яковлев Элĕк шкулне тĕрĕслев ĕçĕсемпе килсен (пĕтĕмпе вăл Элĕке 20 хутчен килни паллă) Синер ялне çитсе курма тăрăшнех ĕнтĕ. Хресченсен, шкул ачисен, ашшĕ-амăшесен нушисемпе кăсăкланнă аслă çутĕçпуçĕ. Тепĕр чух, шкула 2-3 кунлăхах килсен, Синер ялĕнче те çĕр каçнă. Уйрăмах Аслă вĕрентӳçĕ çак ялти Г. В. Золотовпа туслă пулнă.

Золотов килĕнче ĕçленĕ ĕнтĕ Элĕкри хĕрарăмсен шкулĕ малтанхи тапхăрта.

 
Алексеев Антон Алексеевич, Артемьев Яков Степанович, Григорьев Андрей Григорьевич, Дубов Дмитрий Николаевич, Еремеев Архип Еремеевич, Еремеев Семен Еремеевич, Золотов Матвей Григорьевич, Золотов Михаил Антонович, Золотов Николай Игнатьевич, Золотов Юрий Арсентьевич, Иванов Николай Иванович, Игнатьев Николай Игнатьевич, Ильин Арсентий Ильич, Казаков Иван Максимович, Казаков Краснослов Максимович, Казаков Михаил Максимович, Кузьмин Иван Кузьмич, Макаров Владимир Макарович, Максимов Михаил Максимович, Михайлов Иван Михайлович, Никитин Семен Никитич, Николаев Иван Николаевич, Николаев Лука Николаевич, Павлов Михаил Иванович, Петриков Борис Тихонович, Рыбаков Кондратий Павлович, Спиридонов Данил Спиридонович, Терентьев Василий Терентьевич, Филиппов Василий Филиппович, Хозяев Михаил Павлович, Хозяев Николай Павлович, Черенков Гаврил Федорович, Яковлев Федор Яковлевич.

Педагогсем

Çыравçăсем, журналистсем

Ăсчахсем

Тухтăрсем




#Article 254: Золотов Виталий Арсентьевич (464 words)


Золотов Виталий Арсентьевич ( 1934, ака, 2, Синер ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР çур.) — ăсчах, чăваш прозăçи, пĕрлĕх ĕçченĕ, тăван ен тĕпчевçи, тинĕс-вăрçă ăслăхĕсен кандидачĕ (1966), 1-мĕш рангри капитан.

Чăваш Енĕн халăх академикĕ, ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (2002), Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕн ертӳçисенчен пĕрри.

ЧНК Ваттисен Канашĕн пайташĕ (2013)

Çиччĕ тултарсан Виталий Элĕкри шкула вĕренме кĕнĕ. Шкулта пĕлӳ илнĕ чухнех Виталий Золотов вĕрентӳçсем (М.П. Петрова – чăваш чĕлхи, А. И. Данилова – вырăс чĕлхи) пулăшнипе  литература ĕçĕпе хăтланма тытăннă.

Вăтам пĕлĕве илсен Виталий Золотов 1951 çулта Ленинградри аслă вăрçă-тинĕс инженери-радиотехника училищине вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă вĕçлесе радиоэлектроника инженерĕ квалификацине алла илнĕ. Çамрăк офицер Çурçĕр флочĕн шывай кимми çине хĕсмете тăнă. Вăрçă-тинĕс флотне Виталий Арсентьевич пурнăçăн 40 çулне панă: вăл шывай киммисен пĕрлешĕнчĕкĕн флагман ăстаçи, Аслă вăрçă-тинĕс А.С.Попов ячĕллĕ радиоэлектроника училищин адъюнкчĕ, кафедра вĕрентӳçи, вĕренӳ уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса тăрăшнă. 1989 çулта 1 рангри капитан хисеппе Виталий Арсентьевич запаса тухать.

Литература ĕç-пуçне Виталий Арсентьевич хĕсметрен запаса тухсан пĕтĕм чунĕпе пикеннĕ. Унăн хайлавĕсенчи тĕп темăсем: чăваш ялĕн пурнăçĕ, ача-пăча асамлă тĕнчи, çамрăксем кăмăл-туйăм енчен аталанса ӳсни, çар çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ, хĕрарăмсен çăмăл мар кун-çулĕ.

Хăйĕн пĕрремĕш калавне («Кушак çури») Виталий Золотов 1997 çулта республикăри «Хыпар» хаçата панă. Пĕрремĕш кĕнекине «Принципам не изменили» 1998 çулта çутта кăларнă. 

Тăван ене Виталий Арсентьевич 50 çур ĕмĕр ĕнтĕ тĕпчет, ытларах Синер ялĕн кун-çулне хăтлать. 20-мĕш ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çак ялта çуралнă 14 çын Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче çутлăха тухнă.

В.А.Золотов хăйĕн хевтелĕх ĕçĕсенче тăтăшах хăйĕн 1779 çула çити йĕрленĕ пысăк ăрăвĕн кун-çулне çырать. Ун чухне вăл çакăн пек йĕркелĕхе тытать:«Пулса иртнине улăштараймăн, ку пире пани, халĕ пурăнакансен ăна, килĕшет-и вăл, килĕшмест-и, йышăнмалла».

В.А.Золотов – Чăваш Республикин çыравçисен пĕрлешĕвĕн тата «Многонациональный Санкт-Петербург» пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Юлашки пиллĕк çул хушши ытларах чăвашла прозăпа публицистика жанрĕсенче ĕçлет. В.А. Золотов Санкт-Петербургри чăваш ентешлĕхĕ хушшинче пĕрремĕш тăван чĕлхепе кĕнеке кăларма, сарма пуçланă.

В.А.Золотов Санкт-Петербургри чăваш наци-культура центрĕнче хевтеллĕ ĕçлет, чаплă чăвашсен литература каçĕсене хатĕрлет. Çапла, унăн сценарисемпе çак темăсен каçĕсем иртнĕ:«Михаил Çеçпĕл поэт-трибун çурални 100 çул», «Чăваш поэзин классикĕ К.В. Иванов çурални 110 çул», «Иакинф Бичурин çурални 225 çул», «Манайми «Нарспи» поэмине кăларни 100 çул» иртнĕ.

М.А. Козлов академикăн «Живой мир» Э.Ф. Кузнецова çыравçăн «Архитектор Петр Егоров» кĕнекисене хăтланă. Юлашки çулсенче Н.Я. Бичурин паллă ăсчах-китайçă (Иакинф мăнах), П.Е.Егоров архитектор ĕçĕ-хĕлне пропагандăлать.

Периодикăлла пичетре В.А.Золотов 40 çул ытла. Унăн пĕрремĕш ăслăх статьи «Морской сборник» журналра 1962 çулта тухнă. Хăйĕн калавĕсене, статьисене, очеркĕсене тата асаилĕвĕсене Чăваш Республикинче тата Санкт-Петербургра кăларать,  «Ялав», «Медный всадник», «Невский альманах» журналсемпе, «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ», «За православие» хаçатсемпе туслă ĕçлет.

Çаплах вăл – Чăваш Республикин ăслăхсен тата ӳнерсен наци академин хисеплĕ академикĕ, Чăваш Енĕн халăх академикĕ.

В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов. – Синерь, Аликово, Чебоксары, СПб., 2005. – С.95-97: 

Аликовская энциклопедия / редколлегия: Ефимов Л. А., Ефимов Е. Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К.. — Шупашкар: 2009. — ISBN 978-5-7670-1630-3




#Article 255: Ют Николай Яковлевич (132 words)


Николай Яковлевич Ют (паспортри хушамачĕ Золотов) (1898 çулхи утă, 30, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕ — 1967 çулхи пуш, 27, Çĕмĕрле хули, Чăваш АССР) — пĕрлĕх ĕçченĕ, çыравçă, литература тишкерӳçи, халăх пултарулăхне пухакан, публицист.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.).

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, СССР ăслăх академин материаллă культурăн истори институчĕн çумĕнчи Тухăç халăхĕсен коммунизм университечĕнче пĕлӳ илнĕ. 

Чĕмпĕрте Совет влаçĕ çирĕпленсен чăваш шкулĕнче чăвашсен «Çĕнĕ пурнăç» хаçат тухма тытăннă. Николай Ют унпа çыхăну тытса тăнă. Хăйĕн ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара кайнă. Чĕмпĕре таврăнсан — Тухăç фрончĕн революци вăрçă канашĕн () политпайĕн Чăваш уйрăмĕн аппаратĕнче, «Чухăнсен сасси» хаçат ĕçтешĕ вырăнĕнче тăрăшнă. Кăнтăр фронтĕнче çивĕч лару-тăру сиксе тухсан иккĕмĕш Чĕмпĕр полкне хĕсмете тăрса фронта тухса кайнă. Аманнă. Сипленнĕ хыççăн Хусана таврăннă.

Чăваш литературине тишкернĕ. Чăваш халăх юррисене тĕпченĕ.




#Article 256: Зотова Галина Вячеславовна (184 words)


Галина Вячеславовна Зотова (1956 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ, Чăваш АССР, Етĕрне районĕ, Кăкшăм ялĕ çур.) — чăваш прозăçи. 

Чăваш педагогика институчĕн ют чĕлхе факультетĕнче пĕлӳ пухнă. 2015-мĕш çулчен акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ.

Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Етĕрне районĕнчи Кăкшăм ялĕнче çуралнă. Ашшĕ колхоз пуçлăхĕ пулнă. 

Галина Зотова – «Хатĕр пул» журналăн Марфа Трубина ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ (1996), Чăваш Республики çыравçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (2008), Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ÿнер академийĕн членĕ (2011). Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕн «Хисеплĕ таврапĕлÿçĕ» ята тивĕçнĕ (2011). Мĕнпур чăвашсен пĕрлĕхĕпе культура центрĕн Президиумĕн йышăнăвĕпе Галина Зотовăна «Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята панă (2013).

Унăн кĕнекисем: «Галина, Ирина, Алина, Алеша  Зотовы «Çемье кăшăлĕ Юмахсем» (2000), «Ылтăнту» (2002), «Çăлтăрчăксем» (2007), «Выбор профессии с помощью английского языка» (2009), «Штанашский край. Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» (2011), «Первая награда отца» (2014). Вăл пухса хатĕрленĕ «Тĕлĕнтермĕш юмахсем» (2007), «В.Г.Толстов-Атнарский тата вăл çырса илнĕ такмаксем» (2013) кĕнекесем кун çути курнă. «Краткая Красночетайская энциклопедия» (2004) тата «Красночетайцы на фронтах Великой Отечественной войны» (2005) кĕнекесен редколлеги членĕ. Республикăри «Астăвăм Память» кĕнекесен 2-мĕшпе 3-мĕш томсенче (2004, 2005), «Краткая Ядринская энциклопедия» (2006) статьясен авторĕ. 

Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 257: Станислав Лем (117 words)


Станислав Херман Лем () — поляк çыравçи, сатирик, философ. 1921 çулхи авăн уйăхĕн 12 Львов хулинче çуралнă. 2006 çулхи пуш уйăхĕн 27 Краков хулинче вилнĕ. Унăн кĕнекисем 40 чĕлхе çине куçарăннă, 27 млн ытла экземпляр сутăннă.

Станислав Лем ларинголог тухтăрĕн çемьинче çуралнă. Львов университетĕнче медицина тĕлĕшенчен пĕлӳ пухнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи унăн пурнăçне университетра вĕреннĕ чухне кĕнĕ. Тăшмана хирĕç ушкăнсене хутшăннă, хула фашистсем аллине лекнĕ хыççăн автомеханик тата сварщик пулса ĕçленĕ.

Çыравçă пурнăçĕ çинчен анлăрах унăн «Манăн пурнăç» (Mein Leben, 1983) автобиографине вуласа пĕлме пулать. Çавăн пекех ачалăх вăхăчĕ çинчен «Çӳллĕ замок» романне çырнă.

Станислав Лем фантастикăллă ĕçсем çырнă. Унăн ĕçĕсенче кулăшла самантсем питĕ нумай тупма пулать.

Хăй каланă тăрах, унăн пултарулăхĕ çине çак çыравçăсем витĕм кӳнĕ:




#Article 258: Иванов Василий Иванович (228 words)


Иванов Василий Иванович, — «Хыпар» хаçатăн пиллĕкмĕш редактор-издателĕ, вĕрентекен. 

Хальхи Чĕмпĕр облаçĕнчи Вăта Тимĕрçен ялĕнче 1882 çулта çуралнă.

Чĕмпĕр облаç патшалăх архивĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин жандармери управленийĕн фондĕнче унăн революци ĕçĕ çинчен калакан темиçе документ упранать. Унта Пăва уес исправникĕ çапла пĕлтерет:1906 çул пуçламăшĕнче кунта учительсен вăрттăн пухăвĕ иртнĕ, вĕсем хăйсен профсоюзне туса хума шутланă. Асăннă съезда килнĕ 42 çын хушшинче Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕрентекенĕ Василий Иванович Иванов та пулнă. Исправник шухăшĕпе вăлах — çак сьезд пуçаруçи.

Иванов шăпах çав вăхăтра шанчăксăррисен шутне лекнĕ теме пулать. Çакна Чĕмпĕр кĕпĕрнаттăрĕ патне 1907 çулхи çу уйăхĕн 18 Хусантан янă ыйту та çиреплетет. 1907 çулхи пуш уйăхĕн 7 В. И. Иванов «Хыпар» хаçата хăй аллине илсен тӳрех патша стройне çивĕччĕн критиклеме пуçлать, ку тĕлĕшпе ыттисем те çине тăрса ĕçлеççĕ. Хусан кĕпернин влаç тытăмĕнчисем чăваш хаçачĕн çĕнĕ редакторĕн «политикăри пиçĕлĕхне» тĕрĕслеме шутлаççĕ.

Йывăр лару-тăрăва пăхмасăр (полици хаçатăн уйрăм номерĕсене арестленĕ, икĕ редакторне судпа айăпланă, тата ытти те) В. Иванов хăй суйласа илнĕ политика çул-йĕрне улăштармасть. Çаксене шута илсе вăл хаçата урăх çын аллине пама шутлать. Малтанах хаçат секретарĕ Ф.Николаев (Сергеев) ку енĕпе шанăç çуратнă. Анчах шухăш çийĕнчех сирĕлнĕ, мĕншĕн тесен кĕпĕрнаттăр ăна редактор пулма çирĕплетмен пулĕччё. Федор Николаев 1900 çулсен пуçламăшĕнчех правительствăна хирĕç агитаци тунине темиçе хутчен асăрханă, çакăншăнах ака вĕрентекен ĕçĕнчен икĕ хут кăларса янă.

Асăннă ыйтăва темиçе хутчен сутсе явна хыççăн хаçат редакторĕ пулма Ф. Н. Николаев арăмне А. А.Николаевăна сĕнеççĕ.




#Article 259: Акăлчансемпе Занзибар хушшинчи вăрçă (115 words)


Акăлчансемпе Занзибар хушшинчи вăрçă, — 1896 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Акăлчансемпе Занзибар султаначĕ хушшинче пулса иртнĕ кĕске вăрçă. Гиннесс рекорчĕсен кĕнеки тăрăх ку чи кĕске вăрçă шутланать. Вăл 45 минут çеç тăсăлнă.

Акăлчансем Баргаша ултиматум лартнă, вăхăтне çурла уйăхĕн 27-мĕшĕн 9 сехетчен панă. Хăйсем çав хушăра султан керменĕ патне 5 çар карапне илсе килнĕ. Баргаш ултиматум вăхăчĕ пĕтичченех акăлчансемпе калаçусем иртернĕ, килĕшӳ патне çитесшĕн пулнă. Акăлчансем вара 9 сехет çитсен кермене карапри тупăсенчен аркатма пуçланă. Нимĕн те тума çуккине кура Таргаш нимĕçсен консульствине тарса унта хӳтлĕх ыйтнă. Кермене 45 минут хушши персе аркатнă, историне вăрçă чи кĕске вăрçă шучĕнче юлнă.

Вăрçă хыççăн Баргаш, акăлчансен аллине лекиччен, 1916 çулчен Дар-эс-Салам хулинче пурăннă. 1925 çулта Момбасрта вилнĕ.




#Article 260: Кириллов Сергей Кириллович (267 words)


Кириллов Сергей Кириллович, —  «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ, вĕрентекен. 1878 çулта Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) Лешкас Мăнçырма ялĕнче çуралнă.

С.К. Кириллов хăйĕн пурнăçĕ çинчен çакăн пек çырса хăварнă:  «Эпĕ чăваш çĕрĕ çинче Лешкас  Мăнçырмара 1878 çулта çуралнă. Пирĕн аттесем — тĕп чăваш. Ахвантер йăхĕнчен тухнă; Хресчен пулнă. Атте, çĕр ĕçĕнчен пуçне, начартарах пурнăçăмăра тĕрлĕ ăсталăхпа пулăшнă: хĕлле кӳршĕсемпе пĕрлешсе йывăç савăт-сапа (тирĕк-чашăк) тăватчĕç, çуркунне çип пĕвететчĕç, çăва тухсан урапа кустăрми çапатчĕç...

...1906 çулта Н.В. Никольский чи пĕрмĕш чăвашла «Хыпар» хаçат кăларма пуçларĕ. Çак хаçата хăй Хусантан тухса кайсан мана парса хăварчĕ. Ман алăран эпĕ редактор-издатель чухне вун пĕр номер Хыпар тухрĕ.

Çав 1906 çулта кĕркунне манăн та тухса каймалла тулчĕ Хусантан. Çакăнтан пуçласа 1941 çула çитиччен Пушкăрт АССРĕнчи Пелепей уесĕнче Шаровка ятлă ялти (украинецсен ялĕ) шкулта ĕçлесе пурăнтăм. Мана инспектор: «Чăваш шкулĕнче вырăн çук», — тесе вырăс шкулне ячĕ... «Пурĕ пĕр эсĕ учитель пулса нумай пурăнас çук, пупа кайăн», — терĕ. Ирĕксĕр килĕшмелле пулчĕ.

Çак ялта эпĕ, шкулран пуçне, халăх ĕçĕсене те ĕçленĕ. Шкулшăн тăрăшни сахал мар. Эпĕ ыйтнипе уесри земство пирĕн пĕр класлă шкула икĕ класлă турĕ. Ютран килсе вĕренекен чăваш-тутар ачисем валли çурт лартса общежити уçăлчĕ. Пĕрмĕш вăрçă умĕн ăсталăха (ал ĕçне) вĕрентмелли класс валли тата тепĕр çурт лартма пуçланăччĕ, анчах ăна туса пĕтерме вăрçă чарчĕ. Мана хама та фронта ячĕç. 1915 çулта тыткăна лексе 1918 çулхи декабрьте тин таврăнтăм та каллех хам шкула кĕтĕм. 1935 çул хыççăн ман сывлăх каялла чака пуçларĕ, çавăнпа 1941 çулта Красноярск хулине хĕрĕмĕр патне арăмпа куçрăмăр. 

С.К.Кириллов хăçан вилни паллă мар. Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институтне вăл юлашки хут Красноярскран 1962 çулта çырнă,  ун чухне  84-ра пулнă.




#Article 261: Игнатьев Сидор Игнатьевич (190 words)


Игнатьев Сидор Игнатьевич (1877, нарăс, 2, Йĕкĕрвар ялĕ (халĕ Çĕрпӳ районĕ, Шупашкар уесĕ, Хусан кĕперни) - 1917, çĕртме, 9, Вилен кĕперни, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи) — «Хыпар» хаçат редакторĕ, журналист тата публицист .

Малтанхи редакторсем пекех, С. Игнатьев — пултаруллă журналист тата публицист.  Хаçат урăх çын аллине куçсан, йăлана кĕнĕ   йĕркепе, çĕнĕ редактор кĕпĕрнаттăра хăйĕн программипе паллаштарнă. Кĕпĕрнаттăр ăна ырласа йышăннă. С. Игнатьевăн редактор ĕç-хĕлĕ нумая тăсăлман. Вăл алă пуснă пур номерте те — полицин чунсăр ĕçченĕсене, хуралçăсене, жандармсене критиклесе çырнă çивĕч материалсем тухнă. Тĕслĕхрен, 3-мĕш редактор кăларнă пĕрремĕш номертех (1906 çулхи çурла  уйăхĕн  20-мĕшĕ) — пысăк шрифтпа калăпланă редакци материалĕ. Унта Шупашкар уесĕнче хресченсен пăлхавне хутшăннă 60 чăваша ареслени çинчен пĕлтернĕ.

Сидор Игнатьевăн çакăн пек çивĕч критикине тӳре таврашĕ асăрхамасăр тăма пултарайман.  1906 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 43-мĕш номере полици арестленĕ. Тепĕр кунне хăйне те хула театрĕнченех тĕрмене тытса хупнă.

Суд Сидор Игнатьева эсерсен партийĕпе çыхăну тытнăшăн айăплать, пилĕк çуллăха ссылкăна ямалла тăвать. Каярахпа ют çĕршыва кăларса яраççĕ. 1907-1910 çулсенче вăл Францире пурăнать, тĕрлĕ университетра вĕренсе пĕлĕвне малалла ӳстерет, французла тата нимĕçле лайăх калаçма хăнăхса çитет, пĕрлĕх пурнăçне хутшăнать. Сăмахран, чи лайăх сочиненисен конкурсĕнче вăл «Приз» ятлă сумлă премие тивĕçет.




#Article 262: Шупашкар уесĕ (215 words)


Шупашкар уесĕ — Хусан кĕпĕрнин 1727—1927 çулсенчи Чăваш АО тата Чăваш АССР администраци-территориллĕ виçи. Уес хули — Шупашкар.

Уес çĕрĕн лаптăкĕ 3696,7 тăваткал çухрăмпа танлашнă, ку вăл пĕтĕм Хусан кĕпĕрнин 6,6% шутланнă. 

Халĕ Шупашкар уесĕн çĕрĕсем ытларах енĕпе Чăваш Енне кĕреççĕ.

Уес шутне Атăлсăр пуçсăр тата Çавал, Мăн Енĕш, Кĕçĕн Кокшага, Мăн Кокшага юханшывсем кĕнĕ. Уес Атăл тăрăх иккĕне пайланнă. Сулахай енче ытларах вăрманлă çĕрсем вырнаçнă. Тырă акса илме усă куракан çĕрсем тĕллĕн-теллĕн çеç вырнаçнă. Кунта пĕчĕк кӳлĕсем, тата çавăн пекех шурлăхсем нумай. Сылтăм енчи тăвайкиллĕ çĕрсем пулнă. Çырмасем нумай. Вăрмансем ку енче сахал.

Сулахай енче хăйăрлă тата кĕллĕ тăпрасем сарăлнă, сылтăм енче вара шурă тата хура суглиноксем, Атал патнелле кĕллĕ тăпрасем вырнаçнă.

Сулахай енчи вăрмансенче ытларах енĕпе хырпа чăрăшсем ӳснĕ, сылтăм енче вара çулçăллă йывăçсем сарăлнă: çăка, юман, ăвăс тата ыттисем.

Православи тĕнне кĕнисем — 133 614, ислам тĕнне тыткансем — 3 898, авалхи тĕнре пурăнакансем — 67, уйрăлнисем — 67, ыттисем — 29 çын шутланнă.

Вырăссен шучĕ 25 142 (12 442 арçын, 12 700 хĕрарăм), тутарсен шучĕ 3 898 (1 996 арçын, 1 902 хĕрарăм), çармăссен шучĕ 16 736 (8 300 арçын, 8426 хĕрарăм), чăвашсен шучĕ 91 879 (45783 арçын, 46 096 хĕрарăм), ыттисен шучĕ 30 (20 арçын, 10 хĕрарăм) пулнă.

Ялсенчен нумайĕшĕ, ытларах енĕпе чăвашсен, тутарсен тата çармăссен, темиçе ĕмĕр каялла никĕсленнĕ.




#Article 263: Капкăн (журнал) (140 words)


Капкăн, — «Атăл-Волга» издательство çурчĕ кăларакан периодикăлла тухса тăракан журнал.

Индексĕ 24608. Уйăхсерен тухать. Хакĕ ирĕклĕ. Раççей шайĕнче çырăнма май пур.

Вăрçă хыççăн «Капкăн» журнала çĕнĕрен кăларма 1956 çулта тин мехел çитереççĕ. Кулăш ăстисем тинех ирĕклĕн сывласа яраççĕ. Л. Агаков, С. Шавли, А. Кăлкан, Т. Иванов-Таçук, В. Енĕш, А. Галкин, П. Ялкир, С. Абаш, Н. Никитин, Н. Волков тата ыттисем те çĕнелнĕ «Капкăнăн» çывăх тусĕсем пулса тăраççĕ.

В.Яковлев-Тоймак журналист «Капкăн» журнала 1961-1972 çулсенче редакцилесе кăларса тăнă. 

Унăн хыççăн «Капкăн» журнал редакторĕнче Григорий Лучпа Николай Максимов, Николай Иванов, Ю. Михайлов, Эдисон Патмар, Н. Краснов  ĕçленĕ. Халĕ редактор ĕçĕсене Петĕр Çăлкуç туса пырать (2008).

 
Нимери пекех тар тăкнă журнал авторĕсем: Н. Евдокимов, М. Калай, В. Туртуш, А. Этмен... Вĕсем ял-хулара тĕл пулакан çитменлĕхсене вĕри çатма çинче ташласа сикекен пăрçа пекех сăнласа панă. Тăван çĕршыва ӳсĕм çулĕпе утма, халăх пурнăçне лайăхлатма пулăшассишĕн кĕрешнĕ.




#Article 264: Иванов-Паймен Влас Захарович (143 words)


Иванов-Паймен Влас Захарович, (1907, нарăс, 22, Ăренпур облаçĕ, Грачевка районĕ, Çирĕклĕ Тук ялĕ — 1973, раштав, 17, Куйбышев (халӗ Самар) хули) — чăваш прозăçи, сăвăçи, тăлмач, журналист, редактор.

К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх парне лауреачĕ (1972). СССР ÇП пайташĕ ( 1934-па).

Чăваш литературин классикĕ.

Граждан тата Совет-поляк вăрçисене хутшăннă. 1918 çулта пуçламăш шкултан вĕренсе тухсанах хăйĕн ирĕкĕпех Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă. Вăрçă-политика шкулĕнче ăс пухсан взводăн политрукĕ пулса тăнă, Совет-поляк вăрçинче вăрçнă.

Вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн Самар пединститутĕнче тата аспирантурăра ăс пухнă. Самар шкулĕсенче тата техникумĕсенче ачасене вĕрентнĕ. Самарта «Колхозник» хаçат редакторĕ, унти çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи, «Волжская новь» тата «Вăтам Атăл» журналсен редакторĕ пулнă.

Сăвăсем, калавсем, повеçсем çырнă. «Кĕпер» — икĕ томлă роман — унăн тĕп ĕçĕ.

Вырăс чĕлхи çине К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине, тата ытти чăваш сăвăçисен ĕçĕсене куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:

К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ (1972);




#Article 265: Мозель (департамент) (100 words)


Мозель (франц. Moselle) — Францин çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă, Лотаринги регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 46. Администрациĕ Мец хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 1,023 млн (1999) çын.

Департамент лаптăкĕ 6 216 км² танлашать. Департамент тăрăх Мозель, Сарр, Сейль юханшывсем юхаççĕ. 

Департамент шутне 9 округ, 51 кантон тата 730 коммуна кĕреççĕ.

Мозель — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче чи пĕрремеш йĕркеленĕ департаментсем шутне кĕрет. Лотаринги провинци вырăнĕнче йĕркеленнĕ. Депатртамент ячĕ Мозель юханшывĕнчен пулса кайнă. 1793 çулта Франци хăй çĕрĕсем шутне малтан Çветуй Рим империне кĕнĕ хăш-пĕр облаçсене кĕртнĕ. Анчах та 1814 çул хыççăн, Наполеон вăрçăна выляса янă хыççăн, вăл пĕтĕм çĕрсем Германи çĕршывне куçнă.




#Article 266: Хурма (214 words)


Хурма () — кăнтăрти çулçăллă йывăç тата унăн шултра сарă-хĕрлĕ çимĕçĕ. Çимĕçĕ – мăнтăркка 2-10 вăрлăхлă пылак çырла.

Нумайăшĕ шутланă тăрăх ку йывăç Китайран пулса килнĕ. Йывăçсенчен авалхисем 500 çул лараççĕ. Италире, Испанире, Израильте тата Кавказра çитĕнтереççĕ. Хăшпĕр тĕсĕсен çимĕçĕ юпа (октябрь) уйăхĕн пуçламăшĕнче, хăшĕсен юпа уйăхĕн вĕçĕнче пиçет. Ытларах чухне хурма пиçни пĕрремĕш хут тăм ӳкнĕ вăхăтпа пĕр килет. Тăм тивни хурма çимĕçне тутлантарать.

Какки хурми / Kакки çимĕçĕ (Яппунла kaki) (D. kaki). Ку сорт Китайран сарлса килнĕ. Çимĕçĕ тутлă. Сарлака хытанка çулçине тăкакан тĕс. Малтанах ку çимĕçе ӳстересси хĕвел тухăç Азин ытти пайĕсенче сарăлнă, 19-мĕш ĕмĕрте ку ӳсен тăрана Калифорние тата кăнтăр  Европăна илсе çитернĕ, унта та ӳстерме тытăннă.

Америка Хурми е Вирджини хурми (D. virginiana, American Persimmon) Çурçĕр Америкăн хĕвеланăç пайĕнче ӳстереççĕ. 

Хура хурма (D. digyna) Мексика çĕршывĕнче пулса ӳсет. Çимĕçĕн хуппи симĕс4 ăшĕ пиçиччен шурă, пиçсе çитсен хуралать.

Маболо (Mabolo) е Вельвет улма (D. discolor) Филиппин утравĕсенче çитĕнет. Пиçсен ăшĕ йăлтăр хĕрлĕ тĕслĕ.

Королек (D. lotus) кăнтăр хĕвелтухăç Ази тата кăнтăр хĕвел тухăç Европара ӳсекен сорт. Авалхи Грексем ăна Турăсен улми (Dios pyros) тесе чĕннĕ. Ку сорт çинчен Одиссей хайлавра та пур - çак улма-çырла питĕ тутлă пулнипе ăна çиекенсем улмана çиес килнипе  киле каймалли çула манса хурма ӳснĕ вырăнта юласшăн пулнă.

Хурман тата нумай тĕсĕсем пур, анчах çиме юрăхсăр.




#Article 267: Игнатьев Василий Герасимович (114 words)


Игнатьев Василий Герасимович, (Ваçлей Игнатьев, 1934 çулхи авăнăн 2-мĕшĕ, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Каншел ялĕ — 2014 çул, юпа, 26, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш çыравçи. СССР ÇП пайташĕ (1967). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1991), Митта Ваçлейĕ парнин лауреачĕ.

Первомайски вăтам шкулĕнче тата Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

Унсăр пуçне Чăваш кĕнеке издательствинче те ĕçленĕ.

Чăвашла вулакан В. Игнатьевăн пултарулăхĕпе 1955 çулта “Ялав“ журнал урлă паллашать: кунта унăн “Пĕчĕк акăшсен ташши“ калавĕ пичетленнĕ. Çавăнтанпа вăл вуннăпиллĕк кĕнеке майлаштарать. Вĕсенчен чи паллисем: “Шăпчăк катинче“, “Ăçта–ши эсĕ, манăн юрату”, “Иккĕмĕш тĕлпулу”, “Канăçсăрсем”, “Каçхи сасăсем”, “Каçхи юр”, “Кăнтăр çеçпĕлĕ“, “Маттур иккен ман аппа”, “Сарри юратăвĕ“. Л. Толстойăн, А. Чеховăн, И. Франко, М.Горькин хайлавĕсене чăвашла куçарнă.




#Article 268: Кивĕ Катек (128 words)


Урăх пĕлтерĕшĕсене Кивĕ Катек (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.

Кивĕ Катек (), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Катек ятлă пулнă, кулленхи калаçура халĕ те ытларах чухне çаплах калаççĕ. Ялта 670 çын пурăнать. Район центрĕпе, Патăрьелпе,  юнашарах вырнаçнă (Пăла урлă çеç каçмалла).

Ялта пуçламăш шкул, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, вулавăш пур. Кунтах Крепков ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх ферми вырнаçнă.

Халăх шутланă тăрăх ку яла XVII ĕмĕрте туса хунă. Ял 400 çул патнелле ларать теççĕ. Яла халĕ Çĕрпӳ районне кĕрекен Тупнер (вăл çав вăхăтра Катек ятлă пулнă) ялĕнчен куçса килекенсем йĕркеленĕ, яла хăйсен куçса кайнă ял ячĕ пекех, Катек ят панă. 

Кивĕ Катек каярахпа, темиçе кил-йыш ялтан уйрăлса кайса, çĕнĕ яла туса хунă хыççăн пулса тăнă. Куçса каякансене ертсе пыраканĕ Тĕрĕн пулнă, çавăнпа та вăл яла Тĕрĕньел ят панă.




#Article 269: Кивĕ Катек шкулĕ (101 words)


Кивĕ Катек шкулĕ, — Кивĕ Катекре вырнаçнă шкул. Шкул çумĕнче пĕчĕк ачасен сачĕ пур. Халĕ шкулта (2005) 29 ача вĕренет. Ача сачĕпе пĕрле — 64 ача.

Чĕмпĕр еперхиĕнчи хутсем тăрăх ăна 1895 çулта уçнă. Çавăн пекех шкула 1887 çулта уçнă тесе калакан архив хучĕсем пур. Шкул «хута вăренмелли шкул» ятлă пулнă.

Пăва уесĕн земство пухăвĕнчи 1904 çулхи заседанисен журналĕнчен кунта 20 арçын ача тата 1 хĕрача вĕренни çинчен пĕлме пулать. Çавăнтах çитес çулсенче 40 ача вĕренмелли училище уçас шухăш пурри çинчен çырни пур.

Шкул кун-çулĕнче Напёрсткина Пелагея Матвеевна тата ку шкулта 26 çул ытла ĕçленĕ Владимиров Виталий Владимирович самай йĕр хăварнă.




#Article 270: Кивĕ Катек культура çурчĕ (115 words)


Кивĕ Катек культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ. 

Нумайăш ытти культура çурчĕсем пекех хăйĕн кун-çулне вулавăш çурчĕнчен пуçлать. 1920 çулсенче те Кивĕ Катекре халăх тĕрлĕ йытусене сӳтсе явма пухăннă. Малтан халăх [Кивĕ Катек шкулĕ|[шкулта пухăннă. Унта кăнтарлачен ачасем вĕреннĕ, каçхичен — ял совечĕн исполкоме хăйĕн ĕçне иртернĕ, каçхине вара шкула вулавăш çурчĕ пек усă курнă. Кунтах спектакльсем ларнтă, хаçатсем вуланă, лекцисем иртернĕ. 

Каярахпа вулавăш çурчĕ валли Иванов Николай Михайлович тата Павлов Пётр Прокопьевич çурчĕсене усă курнă. Каярахпа кулаксен пӳрчĕсене салатнă пĕренесенчен уйрăм çурт хăратнă. Унта колхоз проавлениĕпе пĕрле ял клубĕ вырнаçнă.

Культура çуртне 1965 çулта хăпартнă. Темиçе çул унта клуб вырнаçнă. 1975 çулта клуба Культура çуртчĕн ятне панă. 




#Article 271: Толстой Лев Николаевич (108 words)


Лев Николаевич Толстой, — тĕнчипе паллă вырăс çыравçи. 1828 çулхи авăн уйăхен 9-мĕшĕнче Тулă кĕпернин Крапивинка уесĕнчи Ясная Полянăра çуралнă. 1910 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче вилнĕ.

Лев Толстой çуралнăранпа икĕ çула çитеччинех унăн амăшĕ вилсе кайнă. Амăшсăр юлнă ачасене аякри тăванĕ Т. А. Ергольская пăхса вĕрентме тытăннă. 1837 çулта аслă ывăлне университета кайма вăхăт çитнĕ пирки, кил-йышĕпе пĕрле Мускава куçса кайнă. Анчах кĕтмен çертен инкек килнĕ, ашшĕ вилсе кайнă. Ун хыççăн виçĕ кĕçĕн ывăлĕ каллех Яснăй Полянăна таврăннă, вĕсене Т. А. Ергольская пăхма пуçланă. 1840 çулта Лев Николаевич Хусана куçса килнĕ. Кунта ăна ашшĕн йăмăкĕ П. И. Юшкова пăхма пуçланă.

Унăн литература ĕçĕсене чăвашла Ишетер Федосия Дмитриевна куçарнă.




#Article 272: Гаршин Всеволод Михайлович (123 words)


Гаршин Всеволод Михайлович, — вырăс çыравçи. 1855 çулхи нарăс уйăхĕн 14 Бахмут уесĕнчи (халĕ Донецк облаçĕ) Приятная Долина именинче çуралнă. 1888 çулхи ака уйăхĕн 5 Петербургра вилнĕ.

Всеволод Михайлович авалхи дворян кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ офицер пулнă пирки унăн ачалăхĕ çар хушшинче иртнĕ. Горнăй институтра вĕреннĕ, анчах та веренсе пĕтереймен. Турккăсемпе варçă пуçлансан вăрçăри çара хăй ирĕкĕпе кайнă. Унта урина амантнă хыççăн каялла таврăнса литература ĕçне пикеннĕ. 1880 çулта çамрăк революционера вĕлерни ăна питĕ вăйлă пăшăрхантарнă, вăл тăнне çухатса аташма пуçланă. Ăна тана çухатнисем патне пульница хунă. Унта вăл 1888 çулта вăл пĕррехинче тытса илнĕ вăхатра пусма çинчен тăваттăмĕш хутран персе анса пуçне çĕмĕрнĕ.

Хăйĕн литаратура ĕçне Всеволод Михайлович 1876 çулта «Тăватă кун» калавĕпе пуçланă. Калав пурне те килĕшнĕ, вăл тӳрех чапа унпа тухнă.




#Article 273: Теветкел Николай Александрович (166 words)


Теветкел Николай Александрович (паспортра: Петровский, 1937 çулхи утă, 11, Савкка ялĕ, Йĕпреç районĕ,  Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçĕ, прозăçи, драматургĕ, тăлмачĕ. Çаплах публицистикăпа критика ĕçĕсемпе паллă.

СССР ÇП пайташĕ (1976 ç.), Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1997 ç.).

Сĕнтĕрвăрринчи профтехвĕрентĕшĕнче, Шупашкарти ӳнер вĕрентĕшĕнче, Мускаври М. Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи Аслă литература курсĕсенче пĕлӳ илнĕ.

Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче ĕçленĕ.

Хаçат-журналта ун сăввисем 1960-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пичетленме пуçланă. «Çамрăклăх сăввисем» кĕнеке 1964 çулта тухнă. Хăйĕн пĕрремĕш пухмачне («Çамрăклăх сăввисем») Чăваш АССР халăх сăвăçисем Петĕр Хусанкай, Александр. Алга, Стихван Шавлы ырланă. Кун хыççăн сăвăç пултарулăхĕ çултан çул çĕкленсе пынă. Унăн сăввисем Мускав журналĕсенче курăнма пуçлаççĕ. Сăвăласа çырнă «Киремет» трагеди Чăваш академи драма театрĕн сцени çине тухни пысăк ӳсĕм пулса тăрать. Унăн прозăра та ăнăçусем пур: «Хура сулă» кĕнеке. Сăваç чăваш поэзине сонета çирĕппĕн кĕртсе пысăк пултарулăх кăтартрĕ.

Чăвашла сонет ăсти. Европа классикĕсен – А. Рембо, В. Гюго, Р. Киплинг, А. Мицкевич нумай хайлавне чăвашла куçарнă. Çаплах халĕ эпир У. Шекспирĕн мĕнпур 154 сонетне чăвашла вулама пултаратпăр.

 




#Article 274: Кул Али (431 words)


Кул Али, — авалхи пăлхар сăвăçи, чăваш халăхĕн ĕмĕрсенче сӳнейми çăлтăрĕ. Вăл 1172 çулта авалхи пăлхар патшалăхĕн тухăç енче, Тăмтӳпе тăрăхĕнче (хальхи Шуçăмпа Зай юханшывсем хушшĕнчи çĕрсем) çуралнă. 1236 çулта Пӳлĕр хулине Батый эшкерĕнчен хӳтĕленĕ чухне пуçне хунă.

Кул Али ашшĕ — Мирхатша, вĕреннĕ çын, сейĕт пулнă, пӳлерсем ăна сасси янăравлă пулнăран Наккар (йĕсрен тунă кĕске нăхра) тенĕ. Вăл ислам тĕнĕпе пурăннă. Амăшне Пӳсни тесе чĕннĕ, вăл нумаях пурăнайман, Тăмтӳперен хулана куçса килнĕ чухне шăнса пăсăлнă та çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Кул Али вуннă тултарнă çулхине Пӳлер çыннисем Челпир патшана хирĕç пăлхав çĕкленĕ. Вĕсене ертсе пыраканĕсенчен пĕри ашшĕн пĕртăван тетĕшĕ Мамил паттăр пулнă. Малтан Мирхатша ĕнтĕ çак вăрçăна хутшăнман, каярахпа çеç вăл халăх чăнлăхшăн, телейшĕн кĕрешĕве тухнине ăнланать те Мамилпа пĕрле пăлхав ертӳçисенчен пĕри пулса тăрать. Пӳлер патши çак пăлхава вырăссен тата юнашар  ытти йăхсен пулăшăвĕпе путарса лартать, Кул Али ашшĕне вара сăнчăрласа Аслă Пăлхар хулине илсе каяççĕ, унтах вăл тепĕртакран çĕре кĕрет.
Тăлăха юлнă Кул Али вырăнти шкултан вĕренсе тухать, ачасене вĕрентме тытăнать. Анчах та пулас сăвăç чăнлăхпа тĕрĕслĕх тĕнчине кĕрешӳре çеç çĕнтерсе илмеллине ăнланса илет, вара, ашшĕ пекех, пăлхава хутшăнать, ăна сăнчăрласа лартаççĕ. Çак вăхăтра ĕнтĕ вăл «Йусеф кăссайĕ» поэма çырма тытăнать.
Кул Али, ислам тĕнне тухнă пулсан та авалхи чăваш тĕррисене юратнă, вĕсене хăй тумĕнче тăмха пек упранă.
Кул Али савнийĕ — кăпчăк патшин Кончакăн хĕрĕ Сауен-пике — пулнă. 
Кул Али çуралнă вăхăтра пăлхарсене исламлатма тытăннăранпа 250 çул çитнĕ пулнă. Хуласенче пурăнакансем ислам тĕнне хăвăртрах йышăннă. Авалхи чăваш хулисемпе ялĕсенче ун чухне арап çырулăхĕпе усă курнă.    
Ислам тĕнне йышăнман пăлхарсем (чăвашсем) Кул Алие питĕ юратнă. 1203 çулта вĕсем ăна çăлас тесе вăрçа тухаççĕ, сăнчăртан хăтараççĕ, анчах та патша хуралçисем сăвăçа каллех ярса илсе Элшел хулине куçараççĕ.
Кул Али хăй пурнăçĕнче тем тĕрлĕ терт тӳссен те тăван халăхне пулăшас тĕллеве нихăçан манмасть. Артак саманара унăн сăввисемпе юррисем пăлхарсен чунĕсемшĕн элем пек пулнă. Тухăçран хаяр хăрушу килсен Кул Али пĕтĕм пăлхар йăхĕсене тутар-монголсене хирĕç çĕклет. 1236 çулта Батый эшкерĕсем Пӳлер хулине хупăрласа илеççĕ. Хулана хӳтĕлекенсене Ылттăнпик патша ертсе пырать. Унпа юнашар — Кул Али. Хĕрĕх пилĕк кун хушши ăнăçлăн çапăçаççĕ пăлхарсем тутар-монголсене хирĕç, анчах та чӳк уйăхĕнче тăшмансем Пӳлер хулине çĕмĕрсе кĕреççĕ.

Пирĕн чаплă сăвăçăн «Йусефпа Сулейка» («Уçăппа Сăхви») поэми упранса юлнă. Пăлхар (хальхи чăваш) чĕлхипе çырнă пĕрмĕш романтикăллă литература ĕçĕсем вĕсем. Унăн хайлавне вырăсла Р. Моран тата С. Иванов куçарнă.

Кул Али, хăш-пĕрисем каланă тăрах, Пӳлер хулишĕн пынă çапăçура пуçне хуман, вăл çăлăнса юлнă, Хун китапĕ (Хун кĕнеки) кĕнеке çырма пуçлать. Унта вăл чăвашсен авалхи ашшĕсем нихăçан та ирсĕр тăшмансен пусмăрне чăтса пурăнманнине çырса кăтартать. Анчах та çак чаплă тĕпчев çухалнă, унăн пуххинчи хăш-пĕр сăвăсем çеç паянкуна упранса юлнă.

 




#Article 275: Петĕр Ялкир (281 words)


Петĕр Ялгир (паспортпа Тихонов Петр Алексеевич), — чăваш сăваçĕ, драматургĕ, тăлмачĕ, литература тишкерӳçи. 1922 çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă.

СССР ÇП пайташĕ (1969), Раççей тата Чăваш профессиллĕ ÇП пайташĕ, ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн пайташĕ. Ăна Чăваш Енĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1972), РФ Мусăк пĕрлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ тата Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ ятсем парса чысланă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, орден-медале тивĕçнĕ, майор çар хисепне çитнĕ.

Канашри педучилищĕре, Ленинград артучилищинче, Мускаври М.Горький ячĕллĕ Литинститутра, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетĕнче пĕлӳ пухнă. Хĕрлĕ Чутайри райхаçат редакцин яваплă секретарĕ, ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, районти радиокалаçу редакторĕ, Вăрнарти райĕçтăвкомăн культура, парти райкомĕн пропаганда пăйĕсен ертӳçи, районти хаçат редакторĕ, Шупашкарта Чăвашрадио корреспонденчĕ тата ЧР ÇП пропаганда бюровĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ.

Петĕр Ялгир 50 кĕнеке кăларнă. Унăн сăввисем «Çавал çути» (1956), «Паттăрлăх кунĕсем» (1995), «Салам», «Ман ялав — чăвашлăх» (2005), юрă сăввисем «70 те 7 юрă» (1992), «Юрлас килет» (2000), шӳтпе кулăш хайлавĕсем «Шăртлă кулă» (1991), «Кун-çул куллисем», «Йӳçĕ кулă» (2005), ача-пăча сăввисем «Ӗмĕтсем пысăк» (1968), «Янăравлă шăнкăрав» (2002), «Ачасем юрлаççĕ» тата ытти кĕнекесене те кĕнĕ.

Унăн сăввисемпе композиторсем 250 ытла юрă кĕвĕленĕ. Уйрăмах «Хăмла пахчи», «Вăййă тухрĕç çамрĕксем», «Салам», «Савнă тусăм манăн иккĕ», «Хуняма» ятлисем анлă сарăлнă.

Петĕр Ялкир çырнă Чечеклен,Чутай Ен сăвви 2003 çултан Хĕрлĕ Чутай районĕн гимн шутланать.Кĕвви П.Фёдоров. 

Ялгирăн самана саманчĕсене сăнлакан ĕçĕсем те пур. «Сарăмсăр çумăр» драмăра ХХ ĕмĕрти 18-мĕш çулти ĕçсене, «Хрисан Степанов» пьесăра - 30-мĕш çулсене, «Вутлă вĕçевсем» пьесăра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтне, «Туртăм» поэмăра тата «Пурпĕрех мар» пьесăра юлашки çулсенчи ĕçсене кăтартса панă.

Çавăн пекех Петер Ялгирăн «Чăваш Литератури энциклопедийĕ» (1999) кĕнекине кăларнин ĕçĕ пысăк. 2005 çулта ку кĕнеке вырăсла Литературный мир Чувашии ятпа тухнă. Ку кĕнекере 600 ытла хушамат асăннă.




#Article 276: Илпек Микулай (131 words)


Илпек Микулайĕ (паспортри ячĕ Ильбеков Николай Филлипович, 1915 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Виçпӳрт Шăмăршă ялĕ, Чĕмпĕр кĕперни (халĕ Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР)  — 1981 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш прозăçи, тăлмачĕ.

Вăрçăра Тăван Çĕршыв вăрçин 2 степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тата медальсене тивĕçнĕ.

Патăрьелри педтехникумĕнче, Чăваш педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ.

Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине хутшăннă, дивизи хаçачĕн редакторĕ пулнă. Çартан таврăнсан чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ тата Çыравçăсен пĕрлешĕвĕн секретарĕ пулнă. 

Сăвă-калав çырма Шупашкар педагогика институтĕнче вĕреннĕ чухне пуçланă. Çирĕме яхăн кĕнеке тухнă. Чи сулмакли — икĕ томлă «Хура çакăр» роман. Ăна вырăс, болгар тата ытти чĕлхесене те куçарнă.

Ильпек Микулай чăвашла Гоголь, Горький, Чехов, Франко, Вазов çырнисене куçарнă.

Çавăн пекех Петĕр Хусанкай, Çемен Элкер, В. Митта тата ытти çыравçăсен пултарулăхĕ çинчен статьясем çырнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 277: Окситан чĕлхи (165 words)


Окситан чĕлхи (е прованс чĕлхи) — Францин кăнтăр енĕпе ун çумĕнчи Итали çĕрĕсенче (Окситани) пурăнакан халăхăн чĕлхи. Хальхи вăхăтра кăнтăр тата çурçĕр ушкăн çине пайланакан темиçе диалект тата вырăнти калаçу уйăраççĕ. Каталон чĕлхине çывăх. Инди-европа чĕлхисен роман ушкăнне кĕрет.

Хальхи вăхăтра хăйсен кулленхи пурнăçĕнче окситан чĕлхине икĕ миллиона яхăн çын усă курать.

XIII-XIX ĕмĕрсенче Францин кăнтăр çĕрĕсем Лангедок ( тепĕр майлă «ок чĕлхин таврашĕ») пек паллă пулнă. Ку вăл «çапла» сăмах окситан чĕлхинче «ок» пек илтĕннĕ пирки пулнă. Чĕлхе те вара окситан ятлă пулса кайнă.

IX-пе XIII ĕмĕрсен хушшинче окситан чĕлхи çинче питĕ нумай литература çырнă пулнă. Окситан чĕлхи юруспруденцинче тата саккунсем кăларнă вырăнта усă курăннă. 1539 çулта Франциск I Франци патши франци чĕлхине пĕтĕм патшалăхăн официаллă чĕлхи туса хунă.

Аслă Франци революциĕ хыççăн Францире ытти чĕлхесене франци чĕлхипе улăштарас ĕçе пикеннĕ. 1951 çулта, Дексон саккунне йышăннă хыççăн, окситан чĕлхине вырăнти чĕлхесемпе калаçусем шутне кĕртнĕ. Кун хыççăн ăна вĕренӳ заведениĕсенче факультативлă майпа вĕренме шанăç панă. Анчах халĕ те ку чĕлхене кулленхи пурнăçра кăна усă кураççĕ.




#Article 278: Сочи (441 words)


Сочи (, , , ) — Хура тинĕс хĕрринче вырнаçнă Раççей хули, курорт. Хула Шепсипе Псоу юханшывсем хушшинче вырнаçнă. Юнашар Адлер курорт пур.

Сочи, Раççейĕн Хура тинĕс тăрăхĕнчи Туапсерен кăнтăралла, нӳрĕк субтропик тăрăхĕнче вырнаçнăскер, çурçĕреллехри Анапăран Туапсене çити çыран хĕрринчи çурма типĕ вăтатинĕс климачĕллĕ çĕрсенчен питĕ уйрăлса тăрать. Сочи евĕр климат юнашар Абхазире, çаплах океан леш енче: АПШ кăнтăр-тухăçĕнче (Миссисипи, Луизиана, Алабама, Джорджи штачĕсем). Çак тĕслĕ климат тĕрлĕ ăратлă  субтропик тата вăтам усăллă ӳсентăрана çитĕнтерме питĕ вырăнлă. Сочи субтропиксен çурçĕр чиккинче вырнаçнă, çавăнпа кунта хĕлсенче шăнтмасть, юр çăвать пулсан та. 2008 çулхи нарăсра 12 сехет хушшинче 41 мм нӳрĕк ӳкнĕ, юр витĕмĕ 40 см çитнĕ..

Сочи таврашĕнчи çĕрсен авалхи тарăн истори пулнине археологи тупăшĕсем çирĕплетсе параççĕ. Кунта сĕм авал, антик тапхăрĕ, малти тата кайри вăтам ĕмĕрсен çĕр айĕнче упранса юлнă япалисене чылай тупнă.

Пĕрремĕш çын вырăнĕсене зихсем — хальхи адыгсен тăхăмĕсем шутланаççĕ — йĕркеленĕ. Пирĕн эрăччен V ĕмĕр те кунта вăраххăн авалхи грексен сĕмĕ сарăлать, анчах та вырăнти ту йăхĕсен çар хастарлăхне пула грексен колонизацийĕ малах каяйман, çапах та унăн йĕрĕ чылаях Кăнтăр (Понт) тата Çурçĕр Хура тинĕс çумĕнче курăнать.

Кайри антик сĕмĕ хытă сарăлать, уйрăмах хальхи грузи çĕрĕсем Висанти империйĕ шутне кĕрсен. V-XV ĕмĕрсенче тинес çумĕнчи чылай адыгсемпе шапсугсем Христос тĕнне (православие) йышăнаççĕ. VI – XV ĕмĕрсенче çак çĕрсем христиан патшалăхĕсен (Лазистан, тĕпĕ Кăнтăр Грузире,кайран юнашар Абхаз патшалăхĕ) пăхăнăвĕнче пулаççĕ. Çакна 20 ытла V-XIV ĕмĕрсенчи висанти базиликĕсем кăтартаççĕ, вĕсенчен чи палли Лоори хăрамĕ шутланать.

XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче Кавказăн Хура тинĕсĕн çумĕ Осман империйĕн тата Раççейĕн геополитка сĕмĕ айне лекет. 1828-1829 çулхи Вырăс-турккă вăрçи хыççăн Раççей империне формально хальхи Сочи районĕ кĕрет. Анчах та тĕрĕссипе тинĕс çумĕнчи çар посчĕсене çеç тытса тăма пултарнă. Вырăнти халăхсем патша çарĕсене хирĕç хаяррăн çапăçнă. 1864 çул хыççăн кăна (Кавказ вăрçи вĕçленсен) хула территорийĕ Раççtй Империне куçать. Убыхсене, садзăсене тата шапсугсене, политика енчен шанчăксăр тесе,  Анатолие (см. Кавказ мухаджирлĕхĕ) пурăнма куçараççĕ. Пушăннă çĕрсенче вырăс, украина куçса килнĕ çынсем йышăнма тытăнаççĕ, çаплах Турцирен тарса килнĕ эрменсем тата  грекĕсем.

Сочи хулана 1838 çулта Александри форт ятпа никĕсленĕ, çаплах юнашар Таса Чун-чĕм (форт Святого Духа) (1837), Лазаревски тата Головински (1839) туса лартнă. Раççейĕн хӳтлĕхĕсене Кавказ виçĕ халăх çĕрĕсенче туса лартнă: садзен — Святого Духа, убыхсен — (Александрипе Головинский) тата шапсугсен — (Лазаревский). 1839 çулта  Александрия форчĕн ятне Навагин хӳтлĕхĕ куçарнă, Крым вăрçи хыççăн пăрахса хăварнă, 1864 çулта  çĕнĕрен Пост Даховский ятпа чĕрĕлсе тăнă. 1874 çултанпа — Даховский Посад, 1896 çултанпа — Сочи (Сочи юханшыв ячĕпе. 1917 çулта Сочи хула статусне куçать. 1935 çулта Верещагинка юханшыв айлăмĕ урлă Светланин виадукне тăваççĕ, вăл хулан варрине Светлана микрорайонĕпе çыхăнтарать. 1937 çултанпа Сочи Краснодар Енĕн шутĕнче.

Аяларах Сочи халăхĕсен 1897—2007 çулсенче улшăнăвĕсене кăтартнă:

Сочи хулара 2014 çулта XXII-мĕш Хĕллехи Олимп вăййисем иртерме хатĕрлеççĕ.




#Article 279: Сатай Владимир Леонтьевич (805 words)


Сатай (Цырульников) Владимир  Леонтьевич, (1926, пуш, 31, Чĕмпĕр облаçĕ, Каша ялĕ — 1991, утă, 22, Шупашкар) — чăваш прозăçи, драматургĕ, публицисчĕ, тăлмачĕ. 

Ашшĕ-амăшĕпе пĕчĕклех уй-хир ĕçне хутшăннă. Шкул ачи хăйне 1943 çулта çар ретне кĕричченех, аслисемпе тан колхозра ĕçленĕ. Кайран район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçленĕ чухне ял çыннисен ĕçне-хĕлпе тата тухăçĕпе тĕплĕнрех паллашма тăрăшнă (ахальтен мар В.Садайăн ял çыннисем çинчен çырнă хайлавĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Вăтам шкултан вĕренсе тухсанах, хĕр юратма ĕлкĕреймесĕрех вăрçа тухса кайнă. 

Вăтам шкултан вĕренсе тухсан 1943 çулта çара кайнă. Сывлăш-çар флотĕнче ахаль салтакран пуçласа кĕçĕн командира çити ӳснĕ. 1945 çулта Монголие, Китая, Корейăна Япони самурайĕсенчен ирĕке кăларнă çĕре хутшăннă. Тепĕр тăватă çултан Тăван çĕршыва таврăннă, Пухтел районĕн «Пĕрлешӳллĕ ĕç» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме тытăннă. Малтан яваплă секретарь тивĕçĕсене пурнăçланă, каярахпа редакторта вăй хунă.

Çак çул вăл яланлăхах Шупашкара куçса килет. Чылай вăхăт «Ялав» журнал секретарĕн ĕç вырăнĕнче ĕçлет. Унта В.Садай «Çамрăк коммунист» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен литература ĕçтĕшĕ пулнă.

Çакăн хыççăн Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта вăй хунă. Çав хушăрах, вăтам шкул пĕтерни сахал пулнине ăнланса, вăл СССР çыравçисен Пĕрлĕхĕн А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче кĕрет мар йĕркепе вĕреннĕ. Вăхăта нихçан та сая яман çыравçă. 

Владимир Садай 1991 çулхи утă уйăхĕнче, хăйĕн пултарулăхне малалла аталантарса пынă чухне, вăйпитти тапхăрта вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. 

Çыравçăн малтанхи произведенийĕсем республикăри хаçат-журналта 1948 çулта пичетленме тытăннă.

Владимир Садайĕн пурĕ 26 кĕнеке пичетленсе тухнă.

Паллă çыравçăн вулакансем хапăл туса йышăннă хайлавĕсен шутне Юманкасси, Шевлесем, Туссем каллех пĕрле, Тăван хулара, тăвансем патĕнче повеçĕсем, Ватăлмалăх кунра, Чĕре хушать, Юр ирĕлет, Верук, Хура акăшсем, Пылчăк, Кивĕ купăс, Тĕтре шăрши, Кăвакал утравĕн хуçи, Мĕскĕн, Атте калавĕсем кĕреççĕ.

Владимир Садай çавăн пекех çак ĕçсене вăрçă темипе çырнă: Туссем каллех пĕрле, Çĕр çирĕм утăм та виçĕ талăк, Чĕререх, чĕререх..., Геройсем, Хыпарсăр çухалнă, Мария, Аттесемпе пĕрлех кăвакартăмăр тата ыттисем.

Унăн нумай хайлавне вырăсла, украинла, тутарла, çармăсла тата ытти чĕлхене куçарса пичетленĕ. Хăй те ытти халăх çыравçисен хайлавĕсене сахал мар чăвашла куçарнă.

Çыравçăн патриотлă, сывлăх темипе çырнă ĕç нумай:

Ял ĕçченĕн сăнлакан хайлавсем: 

Кунсăр пуçне, кирек хăш пултаруллă çыравçă пекех, В.Садай чăвашла вулакансене ытти халăх писателĕсен хайлавĕсемпе паллаштарма нумай тăрăшнă:

Вăл тарăн шухăшлă вуншар хайлав çырнă, 30 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вăл шутра 10 таран вырăсла. Пултаруллă çыравçă хайлавĕсемпе Мускав издательствисем те кăсăкланнă. Унăн чылай калавĕсемпе очеркĕсене украинла, тутарла, çармăсла куçарса кăларнă.

Нумай сăмахлама-ваклашма юратмастчĕ В.Садай. Ытларах хăйпе калаçакана итлетчĕ. Утасса та васкамасăр-хыпаланмасăр, сумлăн утатчĕ. Ку вăл мăн кăмăллăх палли мар, этем уçăлса çӳренĕ чухне те шухăш-ĕмĕтпе таçта аякра пулнине пĕлтерекен паллă. Кам пĕлет, тен, шăпах çапла, майăпен канлĕн утса çӳренĕ чух, çуралнă пулĕ Владимир Леонтьевич пуçĕнче унăн чаплă романĕсемпе калав-повеçĕсен шăнăр сюжечĕсем - аса илет Леонид Маяксем хăйĕн «Эпир вĕçме çуралнă» ятлă статьинче.

Çыравçăн малтанхи ĕçĕсене республикăри хаçат-журналта 1948 çултанпа пичетленме тытăннă. Вăл тарăн шухăшлă вуншар хайлав çырнă, 30 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Çав шутра 10 таран вырăсла. Пултаруллă çыравçă хайлавĕсемпе Мускав издательствисем те кăсăкланнă. Унăн чылай калавĕсемпе очеркĕсене украинла, тутарла, çармăсла куçарса кăларнă.

Хăй çырнисĕр пуçне вăл çамрăк писательсене те пĕрремĕш утăмсем тума пулăшнă. Манăн литература ӳсĕмĕнчи пуçламăш шкул – «Садай шкулĕ» пулнă - аса илет Анатолий Юман, сăвăç, Раççей Федерацийĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Сăпайлăччĕ Владимир Леонтьевич. Нимĕнле тава тивĕçлĕ ят та çук унăн. Пĕтĕмпе те CCКП Чăваш обкомĕпе ЧАССР Министрсен Канашĕн тата РСФСР Аслă Канашĕн Хисеп граммăтисем кăна упранаççĕ унăн архивĕнче Апла пулин те, чăн-чăн ӳнерçĕ ăсталăхĕпе çырнă романĕсене, повеçĕсене, калавĕсене, очеркĕсене вулакансем иксĕлмеççĕ. Чысĕ те, хисепĕ те пысăкчĕ ятлă-сумлă çыравçăн. Анчах та вăл нихăçан та чапшăн пурăнман. «Шухăш-ĕмĕxĕсем те çунатлăччĕ. Тепĕр икĕ роман çырса хăварма ĕлкĕресчĕ, вара лере кайма та юрать, - тетчĕ канăçсăр писатель. Анчах та йывăр чирпе «çаваллă карчăк ăна шеллемерĕç, пуçланă япаласене вĕçлеме вăхăт памарĕç.

Мĕн вăл талант? Çут çанталăк пани çумне ырми-канми, тепĕр чухлĕ çĕр çывăрмасăр ĕçленĕ ĕçе хушса пулнă хăват. Çак этемлĕхĕн чи ăслă ывăл-хĕрĕн яланах пусса палăртнă. «Гений –это терпение» текен çунатлă сăмах çаврăнăшне аса илниех çителĕклĕ. Чăваш çыравçи Владимир Садай чăннипех те  çавăн пек хăватлă талантсенчен пĕриччĕ, хăйне хĕрхенмесĕр ĕçлетчĕ. Çакă та унăн çут çанталăк панă сывлăхне хавшатмасăр тăма пултарайман.

Хăйĕн йышлă çырăвĕсенчен пĕринче кун пирки вăл çапла каланăччĕ: Эс ялан: вăхăта хаçат илет, тетĕн. Уншăн ан кулян, вăхăта ĕçре ирттерни савăнăç. Эпĕ акă чиновник те мар, вăхăт вара яланах çитмест. 12-ре выртатăп та 4-ра тăратăп. Вара питĕ кулянатăп, турă талăка 24 сехет туса панăшăн. Кунне сахалтан та 10-12 çыру çырма тивет (çур кун каять), унтан – мĕнле пулсан та, çур страница, е, екки кайсан тенĕ пек, - пĕр страница хамăнне çыратăп – çăкăрлăх. Унтан çынсенне вулатăп, пĕр пуссăр. Пĕр сăмахпа каласан, талантлă тата ĕçчен те тӳсĕмлĕ пулнă. Тăрăшнă. Чăтнă. Çине тăнă. Чăнах та çĕр çул та çитмелли çав  пулнă та çав вăл…Анчах кашни çыннăн хăйĕн шăпи, кашни çын хăйшĕн хăй явап тытать. Владимир Леонтьевич Садайăн вара пурнăç çулĕ 66 тултаричченех вĕçленнĕ.

Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн Владимир Садая РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн тата Чăваш АССР ССКП обкомĕпе ЧАССР Министерсен Канашĕн Хисеп хучĕпе чысланă.

Çар темипе çырнă хайлавсемшĕн чăваш çыравçи 1974 çулта СССР Хĕçпăшаллă Вăйĕсен министерствин литература премине тивĕçнĕччĕ.




#Article 280: Кăлкан Александр Дмитриевич (106 words)


Кăлкан Александр Дмитриевич (паспортпа: Антонов, 1911, раштав, 25, Çĕн Мертлĕ ялĕ, Пăва районĕ, Тутар АССР — 1988, чӳк, 19, Шупашкар) — сăвăç, драматург, тăлмач. 

Хусанти Чăваш педагогика техникумĕнче тата педагогика институтĕнче, Мускаври литература аслă курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Ачасене шкулта вĕрентнĕ.

Шупашкара килсен, 1935 çулта çыравçăсен пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме пуçланă. «Хатĕр пул» журналăн редакторĕ пулнă. «Пионер сасси» хаçат редакциĕнче ĕçленĕ. Ӳнер управлениĕнче вăй хунă.

Вăл сăвăсем, юптарусем, пьесăсем çырнă. «Алим», «Анисса», «Авлантарчĕç», «Маргарита тавăрать» тата ытти пьесăсен пĕлтерĕшĕ халĕ те чакман. 

Александр Калкан çавăн пекех нумай куçарнă. Çав шутра В. Шекспир, А. Островский, Н. Гоголь, Н. Погодин тата ыттисен пьесисем те пур. 

Пичетленсе тухнă кĕнекесем:

Вырăсла тухнă кĕнекесем:




#Article 281: Погодин Николай Фёдорович (121 words)


Погодин Николай Фёдорович (паспортри хушамачĕ Стукалов), — вырăс совет сценарисчĕ, драматургĕ. 1900 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче халĕ Донецк облаçне кĕрекен Гундоровски станицăра çуралнă. 1962 çулхи авăн уйăхĕн 19-мĕшенче Мускавра вилнĕ.

Çавăн пекех унăн çак пьесисене асăнса хăвармалла: «Темп» (1929), «Поэма о топоре» (Партă çинчен поэма, 1930), «Мой друг» (Ман  юлташ, 1932), «После бала» (Ташă хыççăн, 1934), «Аристократы» (Аристократсем, 1934). 

Уйрăмах унăн пĕрремеш утăмĕсене тăвакан Совет çĕршывĕ çинчен каласа паракан трилогине асăнмалла: «Человек с ружьем» (Пăшаллă çын, 1937, 1941 çулта СССР патшалах премине тивĕçнĕ, 1938 çулта çав ятпа илемлĕ фильм ӳкернĕ), «Кремлёвские куранты» (Кремль куранчĕсем, 1940, 1942 çулта лартнă, çĕнĕрен 1955 çулта каларнă, 1956 çулта çĕнĕрен лартнă), «Третья патетическая»  (1958, 1959 çулта лартнă). Ку трилогишĕн 1959 султа вăл Ленин премине те тивĕçнĕ.




#Article 282: Çĕнĕ Пăва улăп тăприсем (163 words)


Çĕнĕ Пăва улăп тăприсем, — пирĕн эрăчченхи 2-мĕш пинçуллăхăн 3-мĕш чĕрĕк датипе палăртнă срубнăй культура (Пура культури) палăкĕ. Пăва шывĕн сылтăм çыранĕнче Çĕнĕ Пăва ялĕн варринче вырнаçнă. Икĕ тĕмескине П.П. Ефименкопа П.Н. Третьяков чавнă. Пĕрремĕш тĕми 18-20 метр сарлакăш, 1,5 метр çӳллĕш пулнă. Тăпра айĕнче 13 масар шыраса тупнă. Ăшăхрах тата вăтам шăтăксенче сулахай аякки çине вырттарнă, урине хуçлатнă шăмшаксем вырнаçнă. Пысăкраххисенче шăмшак капламĕсем тупăннă. Тĕпчевçĕсем шутланă тăрăх, çавсем çемçе ӳт çĕрсе кайнă хыççăн вилесене каснă йывăç çинче е хăйне евĕр ятарлă пура айĕнче пытарнă пирки купаланнă тесе шутлаççĕ. Вилепе пĕрле тĕрлĕ банка йышши тата хысаклă ĕренкеллĕ савăт-сапа пытарнă. Çавăнтах 1,5 хут авса çавăрнă ылтăнпа çинçен витнĕ пăхăр хăлха çакки тата пăхăр йĕп тупнă. В.Ф. Каховский тĕпченĕ виççĕмĕш тĕме 20 м сарлакăш, 1,2 м çӳллĕш пулнă. Масар шăтăкĕнче (6,2х5,5 м, 1,45 м тарăнăш) йывăç юпасемпе сыпăсенчен туса лартнă конструкци пулнă. Шăтăк тĕпĕнче такан юлашкийĕсем выртнă. Юпа формиллĕ хуралтă та пулнă. Вилене авалхи йăлапа пайласа пытарнă. Масарта чăм кӳлепиллĕ, алăпа йăваланă савăт та тупăннă.




#Article 283: Аслă Елчĕк вăтам шкулĕ (123 words)


Аслă Елчĕк вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче вырнаçнă шкул.

Шкул çумĕнче халĕ 10 гектар çĕр тытăнса тăрать. Ачасене ĕç профессиĕсене параççĕ: арçын ачасене тракторист-машиниста вĕрентеççĕ, хĕрачасене — çĕвĕçе тата пахча-çимĕç ӳстерме. Ачасене вĕренме шкулăн МТЗ тракторĕ пулăшать, 10 компьютер пур. Шкул вулавăшĕнче пурĕ 23 427 кĕнеке упранать.

Шкула 1867 çулта уçнă. Вăл вăхăтра хута вĕрентмелли шкул пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ çартан таврăннă Ефим Петров салтак пулнă. Шкул А. Иванов пӳртĕнче вырнаçнă пулнă. 13 арçын ачапа пĕр хĕрача вĕреннĕ. 1891 çулта 4 класлă шкул уçнă. Яковлев Иван Яковлевич тăрăшнипе йывăç пӳртлĕ шкул хăпартнă.

Шкул 1956 тата 1957 çулсенче ВСХВ кĕмĕл медальне тивĕçнĕ.

Çавăн пекех шкула вĕренсе тухнисен шучĕнче 4 ăслăх тухтăрĕ, 6 ăслăх кандидачĕ, 26-шĕ тĕрлĕ ĕçсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем.




#Article 284: Аслă Елчĕк ял вулавăшĕ (100 words)


Аслă Елчĕк ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче вырнаçнă ял вулавăшĕ. Кĕнекесемпе Аслă Елчĕк ялне тивĕçтерет. Культура çурчĕн иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă.

Вулавăшра пурĕ 9 657 кĕнеке, вĕсенчен чăваш чĕлхи çинче — 662 кĕнеке. 2004 çул хушшинче кĕнекесене вулакансен шучĕ пурĕ 769 çын пулнă, вĕсем пурĕ вулавăша 10 416 хут килсе кайнă. Вĕсене 14 982 кĕнеке алла панă, вĕсенчен чăвашла çырнисен щучĕ — 4 103.

Вулавăша 1950-мĕш çулсен вĕçĕнче вулавăш çурчĕ çумĕнче йĕркеленĕ. Вулавăша йĕркелес ĕçе Ф. Шеляпин питĕ хастар хутшăннă.

Нумай вăхăт Çĕрпӳ библиографи техникумне вĕренсе пĕтернĕ Ю.Т. Волкова ĕçленĕ. Çавăн пекех Е. В. Кантеев ĕçленĕ.




#Article 285: Шупашкарăн Ярмарка лапамĕ (104 words)


Ярмарка лапамĕ, — Шупашкарăн авалхи лапамĕ. Хальхи Республика лапамĕ вырăнĕнче вырнаçнă пулнă.

Шупашкарти Ярмарка вырăнти пĕлтерĕшлĕ çеç пулнă. Чулхула ярмаркипе танлаштарсан вăл питĕ чухăн пулнă. Тĕслĕхрен, енчен те Чулхула ярмаркинче миллион тенкĕлĕх сутнă пулсан, кунта вара вунă пин тенкĕлĕх кăна суту-илӳ тунă. 1910 çулхи тĕслех те çакнах калать. Çĕртме уйăхĕн 13-пе 20-мĕш хушшинче кунта Знаменски ярмарка иртнĕ. 71 115 тенкĕлĕх тавар туртарса килнĕ, вĕсенчен пурĕ 11 170 (14%) тенкĕлĕх кăна сутма пултарнă. Ку кунти халăх чухăн пулнине пĕлтерет. 

Совет вăхăтĕнче ярмаркăна темиçе хут тĕрлĕ çĕре куçарнă.

Граждан вăрçи вăхăтĕнче ярмаркăсем иртермен. НЭП ÇЭК вăхăтĕнче каллех иртерме пуçлама тытăннă, анчах та 1930-мĕш çулсенче пĕтерсе хунă.




#Article 286: Карягина Марина Фёдоровна (131 words)


Карягина Марина Фёдоровна (1969 çулхи юпа, 16, Чăваш АССР, Патăрьел районĕ, Кивĕ Ахпӳрт ялĕ çур.) —  чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, журналисчĕ

Раççей Федерацин ÇП пайташĕ тата Чăваш ÇП пайташĕ (1998).

Чăваш Республикин çамрăксен патшалăх премин лауреачĕ (1996), Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ парне лауреачĕ, Ç. Элкер ячĕллĕ премин лауреачĕ, Пӗтӗм Раççейри литература фестивалӗн кĕмĕл медалĕн лауреачĕ (2017).

Чăваш патшалăх университетĕн историпе филологи факультетĕнче вĕренсе тухнă. Унти «Çил çунат» литература пĕрлешĕвĕн занятийĕсем те пулас сăвăç чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Халĕ Чăваш Ен телерадиокомпанийĕн телекуравĕн редакторĕ пулса ĕçлет.

Унăн сăввисем хăй еверлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Марина Карягинăн çак кĕнекесем тухнă:

Карягина, М. Ф. Аптраман кӑвакал : сӑвӑсем : [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / М. Ф. Карягина  ; [С. А. Кангина ӳнерҫӗ]. – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. – 30, [1] с. : цв. ил.




#Article 287: Вестготсем (174 words)


Вестготсем (везиготсем, тервингсем), — германи арăвĕ, готсен шутне кĕрекен пĕр пайĕ (иккĕмĕш пайĕ — остготсем). 370 çултанпа Халăхсен пысăк куçăвне хутшăннă.

Ячĕ менле пулса кайнине тĕплĕн палăртман. Тервингсем — ку ят вăрман çыннисем тенине пĕлтерет. Ку ятпа вĕсене Мамертин «Панегирикра» асăнать. Мамертин унта вĕсене вандарсемпе гепидсене хирĕç кĕрешмешкĕн тайфалсемпе пĕрлешнине палăртать.

Готсем пайланни çинчен пĕрремĕш хут Клавдий II патшара ларнă вăхăтра, 270 çулта асăнаççĕ. Вĕсен историйĕ 256 çулта пуçланать. Ку вăхăтра вĕсем ытти готсемпе пĕрле анатри Дунай урлă каçса Балкан çурутравне килсе кĕнĕ. Исидор Сивильский çырнă тăрăх вĕсем 15 çул хăйсен аллинче Иллирикпе Македонине тытса тăнă. 268 çулта вара Клавдий II вĕсене Ниша патĕнчи çапăçура çапса аркатнă. Анчах та Аврелиан император вĕсене Фрикипе Иллиринчен кăларса яман. 270 çулта римлянсем Дакине пăрахса кайнă, унта юлнă вестготсем вара пушанса юлнă çĕрсенче пурăнма пуçланă.

Валент вĕсене хирĕç çарпа тухнă. 378 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Адрианополь патĕнчи çапăçура вестготсем римлянсене çапса аркатнă. Рим империйĕ питĕ пысăк путлану тивнĕ. Çапăçура Валента та унăн аслă çар пуçĕсене те вĕлернĕ. Ку çăпăçу хыççăн малашне Рим империне çĕнтерме пулайманни çинчен калама пулман.




#Article 288: Кивĕ Ахпӳрт вăтам шкулĕ (145 words)


Кивĕ Ахпӳрт вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче вырнаçнă вăтам шкул. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ статус пулнă, тĕрлĕ ятпа çÿренĕ.

Шкула 1899 çулта уçнă тесе шутлаççĕ. Анчах та кăна палăртакан хутсем тупма пултарайман. Н. Баженовăн 1900 çулта тухнă «Статистическое описание соборов, монастырей, приходских и домовых церквей Симбирской губернии» кĕнекинче хăш ялсенче шкул пуррине кăтартнă. Кивĕ Ахпӳрт ялĕ Тури Туçа ялне кĕнĕ. Унта Туçа земство училищи тата 1900 çултанпа ĕçлекен хĕрачасем валли вĕренӳ шкулĕ пурри çинчен çырнă. Çав кĕнекерех халĕ Елчĕк районне кĕрекен Аслă Пăла Тимеш тата Кушкă ялĕсенче шкулсем пурри çинчен çырнă. 1904 çулта çырнă Пăва земствин пухăвĕн заседаниĕсен журналĕнче те шкул пурри çинчен çырман. Ялта 1904 çулта 40 вырăнлĕ шкул уçма палăртнă тесе анчах çырнă. 1904 çулта ялта 21 шкул çулне çитнĕ 21 арçын ача тата 18 хĕрача пулнă.

Директор вырăнĕнче нумай хушă Павлов Александр Алексеевич тата Сугутский Пётр Павлович ĕçленĕ.




#Article 289: Мулюков Геннадий Фёдорович (140 words)


Мулюков Геннадий Фёдорович, (1926, чӳк, 30, Чăваш Ен, Патăрьел районĕ, Тури Туçа ялĕ çур.) — таврапĕлÿçĕ, вĕрентевçĕ,  ялхуçалăх йĕркелевçи..

Халăх çутта кăларас ĕçĕн отличникĕ. 1971 çулта Чăваш АССРĕн тава тивĕслĕ верентекенĕ ятне тивĕçнĕ. Çавăн пекех Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ. «Хисеп палли» орденне те тивĕçнĕ. Тăватă хут ăна Чăваш АССРĕн Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотине панă.

Канашри вĕрентекенсен училищине, кайран кĕретсĕр Чăваш педагогика институтне вĕренсе пĕтернĕ. 

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă. Унта Инçет Хĕвелтухăçра Япони çарĕсемпе çапăçнă.

Ӗç çулĕ: Чкалов ячĕллĕ колхоз счетовочĕ, 1954-1959 — Тури Туçа ватам шкулĕн верентекенĕ, 1959-1964 — «Гвардеец» колхозăн партком секретарĕ, 1964 çултанпа Тури Туçа вăтам шкул директорĕ. 1973 çулта «Гвардеец» колхозăн предсадателĕ вырăнне суйласа илнĕ. Вал вырăнта вăл 1985 çулчен ĕçленĕ.

Краеведенипе питĕ вăйлă кăсăкланать. Нумай çул хушши Гвардеец колхоза малтан кĕнĕ ялсен историне тĕпченĕ. Тĕпченĕ ĕçĕсем çак кĕнекесенче çутă курнă:




#Article 290: Тури Туçа (167 words)


Тури Туçа, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Чиркÿллĕ Туçа ятлă пулнă.

Ялта вăтам шкул, Сар хĕвел (вырăсла Сар-Хевель) ясли-сад ,  ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, аптека пункчĕ, халăх музейĕ вырнаçнă.

Тури Туçа Пăла шывĕн вăтам юхăмĕнче, сылтăм çыранра вырнаçнă. Ку тĕлте Пăлана Тимĕрле çырми юхса кĕрет. Пăла урлă тимĕр-бетон кĕпер хывнă. Ун тăрăх Пăлан тепĕр çыранĕнче вырнаçнă Вăтаел ялне çитме пулать.

Яла 1620 çулта Атăлăн сулахай çыранĕнчен тата халĕ Йĕпреç районне кĕрекен Кăшмас ялĕнче куçса килнĕ çынсем никĕсленĕ. Мăн Пăла таврашĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри шутланнă. 

Малтанхи вăхăтра çынсем çĕр айĕнчи пӳртсенче, Çĕрпӳрт çырми хĕрринче пурăннă.

Малтан кунта темиçе вырăс кил-йышĕ те пулнă: Кудрявцевсем, Сурковсем. Анчах каярахпа вĕсем, ытти йышсемпе тăванлашнă майăн, паллах, чăвашланса кайнă, халĕ вĕсен ачисем нихăшĕ те хăйсене вырăссем шутне кĕртмест.

Чĕмпĕр кĕперниĕн Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта ялта 68 кил пулнă. Вĕсенче 177 арçын тата 181 хĕрарăм пурăннă. 

Тури Туçа вăтам шкулĕ нумай çынна ăс панă, малашлăха суйласа илме пулăшнă. Унтан вĕренсе тухнисен хушшинче полковнике çитнисен йышĕ питĕ нумай:




#Article 291: Тури Туçа вăтам шкулĕ (216 words)


Тури Туçа вăтам шкулĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче вырнаçнă вăтам шкул. Малтан çавăн пекех Тури Туçа хутăш училищи, Пуçламăш халăх училищи ятсемпе паллă пулнă.

Шкулăн спортзал, пуху залĕ, столовăй пур. Шкул çумĕнче стадион, спорт площадки пур. Шкулта халĕ кашни çул 230-250 ача вĕренет. Классенче 13-30 ача вĕренет. Пурĕ 12 класс. Ачасене 25 вĕрентекен вĕрентет.

Шкулăн çавăн пекех акса ӳстермешкĕн «Тойси» СХПКан 5 гектар çĕр пур. Шкулăн Интернета тухма пултаракан 12 компьютер, çавăн пекех видеокамера, тĕрлĕ аудио-, видеоаппаратура, шкул автобусĕ пур. 

Училищĕне И.Н. Ульянов пĕрремĕш хут 1872 çулхи çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче килсе кайнă. Иккĕмĕш хут вăл 1879 çулта пăхса кайнă. Пĕрремеш хут килнĕ вăхăтра училищĕне тытса тăмашкăн хресченсенчен 285 тенкĕ те 42 пус пуçтарнă пулнă. Земство 120 тенкĕ панă пулнă. Ку укçаран 61 тенкĕ саккун вĕрентекенне тӳленĕ, 240 тенкĕ — вĕрентекене, 36 тенкĕ — хуралçăна, 18 тенкĕ кĕнекесем илме уйăрнă пулнă. 22 тенкĕ вĕренӳ пособиĕсем çине пĕтернĕ, 20 тенкĕ — çурта юсама, страхлама 7 тенкĕ те 50 пус пĕтернĕ.

Вăл вăхăтра училищĕре арçын ачасемпе хĕрачасем пĕрле вĕреннĕ. Пурĕ 44 арçын ача, 19 хĕрача вĕреннĕ.

Шкул çуртне (640 вырăн) 1971 çулта купаласа хăпартнă.

Тури Туçа шкулĕн историйĕ вăрăм. Унта тĕрлĕ çулсенче  ĕçленĕ çынсен йышĕ те пысăк. Ахăртнех, пурне те асăнса тухма та май çук пулĕ.

Çапах та Тетелте кунта вĕрентнĕ педагогсен йышне кăтартни пур.




#Article 292: Кашкăр Микули (980 words)


Кашкăр Микули (паспортпа: Волков Николай Григорьевич), — сăвăç, юрăç. 1881 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпӳел ялĕнче çуралнă. 1946 çулта çĕре кĕнĕ.

Тĕрлĕ сăлтава пула пулас сăвăçăн шкула çӳреме май килмен, вулама-çырма хăй тĕллен вĕренме тивнĕ. Акă, мĕнлерех çырать вăл ун пирки:«Эпĕ 1881 çулта çу уйăхин 3 числинче çуралнă. Эпĕ 11 çула çитсен, 1892 çулта манăн тăван атте Григорий Герасимов вилсе мана тăлăха хăварчĕ. Вăл мана хăй вилес умĕн каларĕ: «Ну, ывăлăм, эпĕ вилетĕп. Чупту ман кăкăра, итле ман сăмахсене: эпĕ сана пехиллĕх паратăп! Эпĕ хута вĕренмесĕрех вилетĕп. Эсĕ хута вĕренме тăрăш, ăслă çынсемпе паллашма тăрăш. Çын япалине ан вăрла, çын япалине çĕртен тупсан та, кам япали иккенне пĕлсен, хăйнех пар; эсĕ унпа пуяймăн», – терĕ» (ЧПГĂИĕн ĂА, 1 пай, 138 том, 4406 инв. №, 290 с.).

Ашшĕ пехилне Николай Григорьевич мĕн виличчен ăшра тытнă: тăван ялĕнче шкул пулманнипе 2 эрне хушши Тăрăна, 15 пус укçа тӳлесе, Димитрий Иванович дьякон хăй укçипе уçнă шкула çӳрет, анчах тăлăх пирки вĕренме пăрахать. Çапах та пĕлӳ илес туртăмлă Микулай хăйне хăй вĕренсе икĕ çул хушшинче çырма, вулама хăнăхать. 

Каярахри пурнăçĕ тĕрлĕ ĕçсемпе çыхăннă унăн: чиркӳ хуралçире, шахтăра, патша çарĕнче, пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнă. 1918 çулта тăван ялне таврăнать те сельсовет секретарĕнче ĕçлеме пуçлать, выçлăх çулĕсенче Чернигов хулинче ача çуртĕнче, стройкăра, шкулта вăй хурать. 1934 çулта Кашкăр Микулин хăлхи сусăрланать, илтми пулать. Çакăн хыççăн вăл халăх сăмахлăхне пухма пикенет, хăй те юмахсем, сăвăсем çырать, пичетлесе кăларать. Çак пархатарлă ĕçре Н.Г.Волкова чăваш çыравçисемпе тĕпчевçисем, фольклорисчĕсем хавхалантарса пыни паллă. 

Кирек мĕнле халăх та сăмах ăстисемпе пуян. Ӗмĕрсем-ĕмĕрсем хушшинче вĕсем те майĕпен уйрăм жанрсемпе ĕçленине палăртмалла. Çапла майпа, пĕрисене, юмах калама–хывма юратнăран, юмахçă тенĕ, теприсене–юрăçă, виççĕмĕшсене, тĕрлĕ чир-чĕртен, усал-тĕселрен сыватма е юмлама пултарнăран, юмçă-эмелçĕ ятпа хисепленĕ, тата ыт. те. Куратпăр: чăвашсем мĕн авалтанах юрăçă-такмакçăсемпе, шăпăрçă-купăсçăсемпе, юмахçă-халапçăсемпе, ташăçă-вăйăçăсемпе тата чĕлхеçĕ-вĕрӳçĕсемпе пуян пулнă.

Кашкăр Микули – çав ăстасенчен чи курăмли. Вăл – тăван халăхăмăрăн паллă юмахçи, юрăçи, çыравçи тата сăмахлăх пухаканĕ. Сăмахран, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕнче ăстаçă 1938 çулта хăй аллипе çырнă хут упранать. Ку – халăх юрăçисемпе юмахçисене шута илмелли анкета. Автор, мĕнле жанрсемпе ĕçленине кăтартакан ыйту çине, тӳрех хăйне «юмахçă» тата «юрăçă» тесе палăртнă.

Чăннипе каласан, Н. Г. Волков пултарулăхĕ — нумай енлĕ те хăйне евĕрлĕ. Çак уйрăмлăха палăртса, Илле Тукташ ун пирки çапларах каланă:«Чăвашсен паллă юмахçисемпе юрăçисем хушшинче Кашкăр Микули – чи сумлă вырăнта. Чылай ăстаçă, хăйсен репертуарĕнчи çирĕпленсе çитнĕ традицилле юмах-халапа ламран-лама ним улăштармасăр каласа хăварать пулсан, Кашкăр Микули вара, вĕсемпе танлаштарсан, авалхи халăх пултарулăхĕн еткерне çĕнĕ витĕм кӳрекен тата паянхи куна тивĕçтерекен е сăнарлакан хăйне евĕрлĕ илемлĕх мелĕсене анлă аталантарма пултаракан ăста юмахçă тата маçтăр-импровизатор шутланать».

Кашкăр Микули уйрăмах Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче тухăçлă ĕçленине палăртмалла. 1941–1945 çулсенче çырăннă паллăрах хайлавĕсен шутне «Фюрерăн хӳри татăлнă», «Суккăр пăван», «Хĕвел ывăлĕ», «Ваньккан пултарулăхĕ», «Тăлăх Тимахви» юмахсем, «Çĕр ĕçлекен Ехрем», «Армянпа вырăс», «Ӳсĕр çын», «Наянпа кахал» месексем (анекдотсем), «Тĕп пултăр фашист!», «Çĕнĕ гимн», «Атăл», «Çĕнтерӳ юррисем», «Пирĕн çĕнтерӳ» сăвăсемпе юрăсем, вуншар-çĕршер вак жанрсен тĕслĕхĕсем кĕреççĕ.

Асăннă хайлавсенче юмахçă фольклорти сăнарсене, сюжетсене тата мотивсене пĕлсе усă курнă. Сăмахран, «Фюрерăн хӳри татăлнă» хайлавра вырăс халăхĕн «Вакă умĕнчи кашкăр» юмах сюжечĕ тĕп вырăнта. Кашкăр Микулин юмахĕнчи «тискер те сĕлекеллĕ чĕр чунĕ» – Гитлера, фюрер пăрлă шывра хӳре татни – нимĕçсен çарне Сталинград патĕнче çĕнтернине сăнарлаççĕ. «Ваньккан пултарулăхĕ» юмахра, ав, кăтартмăшри тĕрлĕ сюжет ӳкерĕннĕ: чее ăслăлăх, чĕр чунсен чĕлхи, Вилĕмсĕр Кащей, паллаштарман тĕлĕк. Вĕсен çумне автор хăй шутласа кăларнă мотивсене хушать: сăмах-юмах совет тапхăрĕнче çуралса çирĕпленнĕ ĕç-пулăмсене сăнарлать; тĕп герой университетра пĕлӳ илет; революци пулса иртет; Ванькка тĕрлĕ техникăпа ĕçлеме вĕренет; тăван çĕрне пур тăшманран маттуррăн сыхлать. Ахальтен мар, юмахçă хайлавне «Хĕрлĕ Çара каймалла пулсан, манăн та Ванькка пек паттăр пуласчĕ», – тесе вĕçлет.

Кăтарткăчра çырăнман сюжетсене те шутласа кăларать юмахçă. Тĕслĕхрен, «Хĕвел ывăлĕ» юмах.Кунти тĕп герой – Алмаз паттăр. Вăл – Хĕвел амăшĕн иккĕмĕш ывăлĕ; ăна Çĕр çинчи Хĕвел пулмашкăн çуратнă, анчах тĕрлĕ çĕлен-калтасем Хĕвел амăшне чирлеттерсе ачине вăхăтсăрах çураттараççĕ; çавна пула пулас иккĕмĕш Хĕвел çуралсанах çĕре ӳкет, çын сăнарне илет: хăвăрт ӳсет, паттăрла ĕçсем тăвать, нумай пуçлă çĕленсемпе çапăçать, халăха тăшмансенчен сыхлать; ăна çĕнĕ патшалăхăн ертӳçине суйлаççĕ; çапла майпа, Хĕвел сăнарлă пулса, пур халăха та ăшăтса, çутатса тăма пуçлать.

Н.Г.Волков хайланă сăвăсем те ăнăçлă пулса тухнă теме юрать. Тĕслĕх вырăнне илер-ха «Тĕп пултăр фашист» хайлавне. Унăн тĕп шухăшĕ – çĕр çийĕнчен фашистсене тĕпĕ-йĕрĕпех тасатмалла. Автор халăх сăввин ĕлкипе, илемлĕх мелĕсемпе вырăнлă усă курни хевтеллĕ ĕçе витĕмлĕрех те сумлăрах тăвать, пахалăхне хăпартать. Автор шухăшлавĕ градаци (ӳссе пыни) меслечĕпе тĕвĕленнĕ: вăл фашистсене чи малтан «ураран», «алран», «сăмсаран», «пуçран» çапма, кайран «хырăмран», «чĕререн» чикме, юлашкинчен «вутпа çунтарма», «кĕлне çилпе вĕçтерме» хушать. Çапла тусан çеç фашист çĕр çинчен çухалма пултарать. Куратпăр: ку кĕвĕ чăваш халăх юмахĕсенче, тĕрлĕрен асамлă сăмахлăхра анлă сарăлнă. «Сĕлекеллĕ çĕлен», «Пухрĕ Геббельс громофон», «Комсомол», «Юлташ Сталин», «1 Май» тата ытти сăввисем те халăх юррисене çывăх.

Кашкăр Микули пултарулăхĕпе паллашсан, çапларах пĕтĕмлетӳсем тума пулать. 

Пĕрремĕшĕ. Вăл – халăх сăмахлăхĕн тĕрлĕ жанрĕсене пухаканĕ, упраканĕ, вĕсене çитес ăрусем валли сыхласа хăвараканĕ. 

Иккĕмĕшĕ. Кашкăр Микули – çĕнĕ сăвă-юрă, юмах-халап хываканĕ, халăх хушшинче сараканĕ, чăваш халăхĕн паллă юмахçипе юрăçи. Фольклорăн тĕрлĕ мелĕсемпе тата меслечĕсемпе, традицилле жанр тĕслĕхĕсемпе пĕлсе те анлă усă курать вăл, çав вăхăтрах хăй çырнă хайлавсене çĕнĕ шухăшпа, кĕвĕпе, сюжетсемпе пуянлатать, киввине, хăй ăнлавĕпе тата тавракурăмĕпе килĕшӳллĕн, çĕннипе улăштарать е хушать, е çĕнĕлле йĕркелет. 

Асăннă хайлавсенче халăх идеалĕ авторăннипе тӳр килет: фольклорти шухăшлав та, автор ăнĕ те пĕр шайрах тăнине асăрхатпăр эпир; вĕсем пĕр-пĕрне хирĕçлемесĕр автор калас тенине (авторлăха) палăртаççĕ.

Паянхи кун Кашкăр Микулин чылай юрри-сăвви, юмах-халапĕ кун çути курчĕ те ĕнтĕ. Пур пĕрех ЧПГĂИĕн архивĕнче пичетленмен 40 яхăн юмахĕ, 500 яхăн юррипе такмакĕ, 326 тупмалли юмахĕ тата çырусăр сăмахлăхăн шута илмен нумай-нумай тĕсĕсем упранаççĕ.

Чăваш фольклорĕн тĕрлĕ жанрĕсене пухнисĕр пуçне Кашкăр Микули хăй те çине-çинех хайлавсем калăпланă, чăннипех тăван халăхăмăрăн асĕнче сăмах ăсти пулса юлнă. Унăн çырас туртăмĕ 1930-мĕш çулсенче палăрнă: чи малтанах виçĕ сăвви 1936 çулта «Сунталта», вăрçă çулĕсенче «Илемлĕ литература» журналта пичетленнĕ. Унсăр пуçне вăл хайланă произведенисем «Фашизма хирĕç фольклор» (1941) пуххинче, тĕрлĕрен хрестоматисенче, фольклор пуххисенче тата вĕренӳ пособийĕсенче кун çути курнă.




#Article 293: Хасар чĕлхи (120 words)


Хасар чĕлхи, — хасар халăхĕн чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисен хунн-пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку чĕлхе материалĕ сахал сыхланса юлнă.

Тексчĕсене тупайман. Хасарсен виçĕ литературă ĕçĕ пирки хыпар пулнă. Вĕсене иуда тĕнне тытса пынă хасар элити авалхи еврей чĕлхипе çырнă. 
 
Хасарсем хăйсем тĕрĕк рунă çырулăхĕн пĕр тĕсĕпе усă курнă, унăн çырăвĕсем уйрăм эпиграфи çырнисем упранса юлнă, анчах та унăн шифр уççине тупайман. 

Ют чĕлхери çыру çăлкуçĕсенче (чи малтанах арап тата висанти) 60 яхăн хасар пайăр ят тата темиçе тавра ят тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче уйрăм япала ячĕсем, тĕслĕхрен, bulan — «пăлан», čiček — «чечек», паллă ячĕсем: alp — «улăп», тĕссене палăртни: sār — «шурă», sārïg — «сарă» тата урăх. Иудей мар ячĕ-титулĕ — тĕрĕк.

Хальхи чĕлхесенчен хасар чĕлхине чи çывăххи — чăваш чĕлхи.




#Article 294: Çĕрпӳ (хула) (180 words)


Çĕрпӳ () — Çĕрпӳ районĕн администраци вырнаçнă хула. Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал пĕрлешнĕ вырăнта, Шупашкартан 37 çухрăмра вырнаçнă. 1999 çул пуçламăшенче 11,2 пин çын пурăннă (1897 — 2,3 пин çын, 1959 — 5,9 пин çын, 1989 — 10 пин). 1589 çулта чăваш ялĕ вырăнĕнче Мускав Патшалăхĕн çар-пуç вырăнне туса хунă. 1781 çулта Çĕрпӳне уес хули статусне панă.

Çĕрпӳрен 8 çухрăмра Шупашкар-Канаш чукун çул иртсе каять.

Çӳр çул каялла кунта вырăссем кăна пурăннă, халĕ вара чăвашсем ытларах. Кунта автобус маршучĕсем иртеççĕ, Шупашкар хулипе çыхăнтараççĕ. Хулара пурăнакансем нумайĕшĕ Шупашкара ĕçе çӳреççĕ.

Çурчĕсем ĕлĕк йывăçран кăна пулнă. Кунта Тихвин монастирĕ тата ... пур. 

Тĕплĕнренрех Çĕрпӳ историйĕ статьяна вулăр.

Хула ячĕ çар пуçлăхĕ пек куçарăнать. Хулана никĕсленĕ çухне унăн пелтерĕшĕ вырăс мар халăхсене пăхăнтармалли вырăн пек пулнă. Крепость  пулнă вăл. Унта салтаксем тăнă. Кремль те пулнă, анчах та ăна 1609 çулта кунти хресченсем çунтарса ярса кĕл тунă. Кайран вара çĕнĕрен ăна туса лартнă. Çирĕп пулнă вăл. Степан Разин ертсе пыракан палхавçăсемпе 1670 çулта ăна илес тесе çапăçнă, анчах илеймен.

Çĕртме пуçламăшĕнче кунта çулсерен ярмарка иртет. Ярмаркăна çынсем Шупашкартан, Хусантан, Канашран тата ытти хуларан килеççĕ. 




#Article 295: Мĕтри Кипек (127 words)


Дмитрий Афанасьевич Кипек (паспортри хушамачĕ Афанасьев) (1913 çулхи авăн, 15, Тимĕрçкасси ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни, (халĕ Чăваш Енĕн Вăрнар районĕ),  — 1991, пуш, 3, Мускав) — чăваш прозăçи. 

ССРП ÇП пайташĕ (1957), К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш патшалăх парнин лауреачĕ (1983 ).

Кĕçĕн Кипекри 8 çул вĕренмелли шкултан Шупашкар институчĕн чĕлхепе литература факультетне кĕнĕ. Хăй вĕреннĕ шкулĕнче ачасене верентнĕ хыççăн ăна çара илсе кайнă. Унта 1935-1954 çулсенче пулнă, полковник хисепне çити ӳснĕ нĕ, çар юридици академинче вĕренсе тухнă. 

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Калавсене пединститутра вĕреннĕ чухнех çырнăскер, ку ĕçе çарта та малалла тăснă. Кочетков капитан, Цыганок курсант, Санинструктор тата ытти çавăн йышши калавсем чылай çыравçăн.

Тивĕçлĕ канăва тухсан, Вилсе черелнĕ çын, Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ, Парăнманнисем çĕнтереççĕ романсене хайланă.

Унăн калавĕсемпе романĕсем çирĕм ытла кĕнекере пичетленсе тухнă:




#Article 296: Шлезвиг-Хольштайн (103 words)


Шлезвиг-Хольштайн (нимĕçле: Schleswig-Hostein), — Германи федераллă çĕрĕ. Çурçĕр енче вырнăçнă. Чиккисем Данипе, тата Германин ытти çĕрĕсемпе юнашар иртеççĕ. Çыранĕсем Çурçĕрпе Балтика тинĕсĕсем çине тухаççĕ.

Шлезвиг-Хольштайнра пурăнакан халăхсен ытларах пайĕ — нимĕçсем. Çавăн пекех унта фризсем, датчансем авалтан пурăнаççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн нумай нимĕçсем ытти Германин регионĕсенчен куçса килнĕ: Тухаç Пруссирен, Кайри Померанирен. 

XX ĕмĕрте кунта турккăсем нумай куçса килнĕ (1999 çулта 42 пин). Çавăн пекех саланнă Югослави патшалăхĕнчен нумайăн куçса килнĕ (1999 çулта 14 пин çын)

Шлезвиг-Хольштайн 11 тăрăхран тата 4 тăрăха кĕмен хуларан тытăнса тăрать:

Тăрăхсем (нимĕçле ячĕ, тĕп хула, автомобиль паллин кочĕ)

тăрăха кĕмен уласем (нимĕçле ячĕ, автомобиль паллин кочĕ)




#Article 297: Исланди (105 words)


Исланди (исланд: Ísland), — утраври патшалăх, Атлантика океанĕнче Гренланди, Норвеги, Аслă Британи тата Фарер утравĕсем хушшинче вырнăçнă. Исланди Европăпа Америка континенчĕсене кĕрет.

X ĕмĕрте Хитре çӳçлĕ Харальд I Норвегине пĕрлештерме тытăннă хыççăн унпа хирĕçсе кайнисен пурăнмашкăн çĕнĕ вырăн шырама тивнĕ. Вĕсем Исландине çитсе унта вырнаçнă. Малтан вĕсем унта çĕрсене ирĕклĕн пайланă. Исландире вăрмансем çуккине пула вĕсем тинĕс хĕррине пырса çапнă йывăçсене усă курнă. 

Пĕрремĕш куçса килнĕ çын вырăнĕнче Ингольв Арнасон шутланать. Вăл хальхи Рейкьявик вырăнне 874 çулта куçса килнĕ.

Хăйĕн пăхăнманлăхне патшалăх 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче çеç илнĕ. Унчен вăл Норвеги, Дани, Швеци аллисенче пулнă. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕ — Пăхăнманлăх кунĕ — патшалăх уявĕ.




#Article 298: Монако (600 words)


Монако, — Европăра вырнаçнă питĕ пĕчĕк патшалăх.

Пĕчĕк пулнă май Монако кнеçлĕх хăйне хăй пĕр хула пулать, пĕрлĕ муниципалитет тытса тăрать.
Хулара тăватă район:

Монако Европăн кăнтăр енче, Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче, Францин Лазурь çыранĕнче,  Ниццăран çурçĕр-тухăç енче, 20 çухрăмра вырнаçнă. Типçĕрпе кнеçлĕх Франципе Тинĕсçум Альпă (Alpes-Maritimes) департамент патĕнче чикĕленет, 

Çĕр лаптăкĕ 1,91 тăваткал çухрăм. Тинĕс çыран вăрăммăшĕ — 4,1 çухрăм, типçĕр чиккисен вăрăммăшĕ — 4,4 çухрăм. Юлашки 20 çулсенче кнеçлĕх çĕрĕсене тинĕсрен туртса илсе 40 га яхăн ӳстернĕ.

 
Монако - абсолютлă монархи патшалăхĕ. Патшалăх пуçлăхĕ кнеç пулать. Кнеçлĕх гражданĕсем 1962 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче йышăннă конституципе пурăнаççĕ. Конституци тăрăх тĕрлĕ влаçсене уйăрса хунă пулсан та, кнеç пĕтĕм влаçне хăй аллинче тытса тăрать.
Ӗç тăвакан влаçĕн (Патшалăх Ертĕвĕ) пуçлăхĕ - Патшалăх министрĕ, тата унăн шутне Патшалăх Канашĕ кĕреть. Канашĕнче 4 çын. Патшалăх министрĕ Франци гражданĕ, ăна кнеç 3 çуллăха Франци Патшалăх Ертĕвĕ сĕннипе çирĕплетсе йышăнать.
Саккуна йышăнакан влаçне шутне кнеç тата 5 çуллăх пĕтĕмлĕ суйлав правипе суйланă пĕрпалатăллă 24 депутатлă Наци Канашĕ (парламент) пулать. Монако Парламенчĕ саккун йышăнма сĕнӳ пама пултараймасть, çак ирĕк кнеçе çеç тивĕçлĕ.
Суд влаçне кнеç ертсе пырать; тĕрлĕ суд инстанцисем суд правине унăн ячĕпе тăваççĕ.

Монако халăхĕ 32270 человек (2004). Кнеçлĕх халăх-йыш тăвăрлăхĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăнта. Ӗçлеме пултаракан çыннисен шучĕ - 62%.
Çĕршыв ача-пăча çуралнă енчен кая ӳксе пырать пулсан та (-3,38 ача 1000 çын çине),  миграци шучĕпе халăх шучĕ ӳсес коэффициенчĕ 0,44% (2004).
Хĕрарăмсем арçынсенчен кăштах нумайрах, коэффициенчĕ - 0,91 (2004).
Официаллă чĕлхе — франци чĕлхи; татах та акăлчан, итали тата монегас чĕлхисем анлă сарăлнă.

Кнеçлĕхре 125 наци çыннисем пурăнаççĕ.

Кунта вăтамçĕр тинĕс климачĕ, кăштах ăшă хĕл тата типĕ, ăшă та хĕвеллĕ çу. Вăтам температура 16,31 0С. Çулти хĕвеллĕ кунĕсем — 300.

 

Пĕрремĕш конституцине  1911 çулта йышăннă.

Кнеç Ренье III (престола 1949 çулта йышăннă) 1956 çулта  голливуд актриссине Грейс Келлине качча илнĕ, çак туя Монакăра питĕ чаплă иртернĕ.
Паянкун Ренье III ывăлĕ — кнеç Альберт II, 2005 çулта, ашшĕ вилнĕ хыççăн  престол йышăнса юлнăскер — кнеçлĕхе тытса пырать.

Кнеçлĕхĕн ШПП 870 млн. доллар (1999). 
Ӗçсĕр çынсен шучĕ питĕ сахал. Пĕтĕм ĕç вырăн шучĕ — 39000 — çĕршывра пурăнакан çынсенчен нумаях. Ӗçлекенсен ытларахĕшĕсем  — ют çĕр çыннисем.
Кнеçлĕх Франципе экономика енĕпе çыхăннă. Икĕ çĕршывăн пĕрлĕх таможня тата финанс системисем. Монако Франци электроэнергипе усă курать.

Кнеçлĕхе тĕнчере туристсен тĕпĕ, казино тата сиплĕ климачĕ пулнипе паллă пулать. 
Çапах та паянкунхи Монако лайăх аталаннă тата тĕрлĕтĕслĕ экономикăпа палăрса тăрать.
Туризм, строительство, фармацевтика, хими тата электроника промышленноçĕ, банк тата финанс ĕçĕсен секторĕсем бюджета укçа пухаççĕ. Патшалăхри компанисен пĕр çул хушшинчи укçаçаврăнăшĕ 9 млрд. евро ытла. Кунта налуксем енĕпе питĕ либераллă саккунсем. Кнеçлĕхĕн гражданĕсене (çавăн пекех пĕрмаях Монакăра пурăнакан  ют çĕршыв гражданĕсене те, Франци гражданĕсемшĕр пуçне) тухăçĕсем çинчен налуксем тӳлетермеççĕ.

Монако тĕнчепе чукун çулпа, автомобиль, тинĕс çулĕсемпе тата аэропорт урлă çыхăнса тăрать.

Чукун çулсен вăрăммăшĕ 1,7 çухрăм. Чукун çула Франци наци чукун çул компани тытса тăрать. Кнеçлĕх Франципе автомобиль маршручĕсемпе те, хăвăрт пуйăссемпе те çыхăнать.

Автомагистральсен пĕтĕм вăрăммăшĕ 50 çухрăм. Çĕршывра 4 автобус маршручĕ, çаплах  та  Ницца аэропортне автобус илсе çитерет.

Хулара икĕ тинĕс портчĕ: Ла-Кондамин тата Фонвьей районĕсенче.

Ницца аэропортне Кнеçлĕхрен вертолётпа çитме пулать.

Монако — паллă культура тĕпĕ. 1879 çулта тунă Гарнье залĕнче Монте-Карло Филармони оркестрĕ тата Монте-Карло Опера концертсемпе хăйĕн итлекенĕсене кĕтеççĕ. 
Кунта тĕрлĕ çулсенче Нелли Мельба, Энрико Карузо, Фёдор Шаляпин, Пласидо Доминго, Лучано Паворотти юрăсемпе савăнтарнă.  XX ĕмĕр пуçламăшĕнче кунта Сергей Дягилевăн Вырăс Балечĕ гастрольте çӳренĕ, Нижинский ташланă.
Ренье III хăйĕн ашшĕ ятпе Пьер кнеçĕн фондчĕ йĕркеленĕ, вара кашни çул Пысăк литература премине, Ренье III кнеçĕн Кĕвĕ премине тата Тĕнчери паянкунхи ӳнер премине тивĕçтереççĕ.
Кашни çул кунта Монакăри Тĕнчери цирк фестивалĕ иртет.
Хулара Монако Океанографи Музейĕ ĕçлет.
Формула-1 чемпионатне ирттереççĕ— «Гран-При Монако» парнешĕн паллă ăстасем автомобильсемпе мала тухассипе ăмăртаççĕ.




#Article 299: Украина гимнĕ (115 words)


Ще не вмерла України (Украина вилмен-ха ), — Украина патшăлăхĕн гимнĕ. Кĕввине Вербицкий Михаил кĕвĕленĕ. Сăввине Павел Чубинский çырнă.

Ще не вмерла України ні слава, ні воля,
Ще нам, браття молодії, усміхнеться доля.
Згинуть наші воріженьки, як роса на сонці,
Запануєм і ми, браття, у своїй сторонці.

Приспів:

Душу, тіло ми положим за нашу свободу.
І покажем, що ми, браття, козацького роду.

Украина Конституциĕ офиициаллă майпа палăртнă текст çакăнпа вĕçленет. Анчах та унăн çирĕплетсе çитермен малалли çаврисем те пур.

Вилеймен-ха Украинăн сумĕпе сулмакĕ,
Пирĕншĕн те ырă пурнăç килсе çитĕ, акă.
Тăшманкка тавраш çухалĕ ирхи сывлăм майлăн,
Хамăр тăрăхшăн пĕр çын пек тăрăпăр нумайăн.

Хушăм:

Малалла туртать хăватлăн ирĕклĕхĕн маршĕ,
Ма тесессĕн эпĕр хамăр казаксен таврашĕ.




#Article 300: Васильев Владимир Васильевич (кавалерист) (108 words)


Васильев Владимир Васильевич, — кавалерист, Совет Союзĕн паттăрĕ, , .

Совет Союзĕн Паттăрĕн чысне илнĕ вăхăтра 1-мĕш Украина фрончĕн 1-мĕш гварди кавалери корпусĕн 1-мĕш гварди кавалери дивизин 1-мĕш гварди кавалери полкĕн 4-мĕш эскадронăн пулемёт расчёчĕн командирĕ.

Паттăр ячĕпе Чулхулан пĕр урамне ят панă.

Çичĕ çулта тăлăха юлнă хыççăн Шупашкарти ача çурчĕнче çитĕннĕ. 1924 çулта пиллĕк класс пĕтернĕ. 1931 çулта çара кайнă, Минскри кавалери полкĕнче çарта тăнă. 1934 çулта çартан таврăнсан Чулхулана куçса кайса унти чукун çул милицийĕнче ĕçленĕ.

Пулемётчиксем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр сăрта хăйсен аллинче тытса тăнă, нимĕçсене яман. 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчи СССР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕ тăрăх Владимир Васильевич Васильева Совет Союзĕн паттăрĕ ятне панă.




#Article 301: Чăваш патшалăх И. Н. Ульянов ячĕллĕ университечĕ (122 words)


И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ (Latin: Universitas Tschuvaschicensis), — Шупашкарта 1967 çулта йĕркеленнĕ университет, Чăваш Республикин ăслăлăх тĕпĕ.

Çак вăхăта Чăваш республикинче виçĕ пĕлӳ керменĕ ĕçленĕ:

Филиалăн лаборатори тĕпĕ, вĕренӳ вырăнĕсем, студентсен общежитийĕсем, библиотека (çĕр пине яхăн том) пулнă, çаплах типографи, шутлав техникин лабораторийĕ, вĕренӳ ăста пӳлĕмĕсем, диплом тумалли кабинечĕсем.

Чăваш университечĕн шутне çаплах Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне хушнă. Факультетра 900 студент (350 — кăнтăрла уйрăмĕнче) вĕреннĕ, кунта çӳллĕ квалифициллĕ ăслăлăх-педагогика коллективĕ: 3 профессорпа 30 доцент ĕçленĕ.

Пĕрремĕш çул пĕлӳ керменĕ шутне çак факультетсем кĕнĕ:

Университета йĕркелев ĕçĕнче Хусан патшалăх университечĕ пысăк пулăшу панă, Шупашкара Хусантан 2 тухтăрпа 10 ăслăлах кандидачĕ куçса килнĕ.

РСФСР Министăрсен Канашĕн 1967 çулхи чӳкĕн 30-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе университета Илья Николаевич Ульяновăн ячĕпе чысланă.




#Article 302: Непал (142 words)


Непал, — Азири патшалăх. Гемалай тăвĕсенче вырнаçнă. Тĕп тĕн шучĕнче индуизм шутланать.

Непал патшалахĕ Ази континенчĕ çинче, 26-пе 30-мĕш çурçĕр широти градусĕсен тата 80-пе 88-мĕш хĕвелтухăç долготи градусĕсен хушшинче вырнаçнă. 140 пин тăваткал метр лаптăкĕнчен 4-ăшне шалти шывсем йышăнаççĕ. Непал икĕ нумай халахлă патшалăхсем хушшинче, Индипе Китай хушшинче вырнаçнă.

Культурăпа халăх енĕнчен Непалта çĕр ытла халăхпа кастăсем пурăнаççĕ. Непал халăхĕ çитмĕл ытла терлĕ чĕлхепе тата вырăнти калаçупа калаçать. Вĕсем çав енченех аталансах пыраççĕ.

Непал халăхĕсем ытларах енĕпе тибетпа бирма тата индо-европа чĕлхе ушкăнĕсене кĕреççĕ. Халăхсем хушшинче тарса хăталнисем те, куçса килнисем те, тапăнса килекенсем те пур. Сăмахран илсен, Бахунсем 1300 çулта Непала арабсенчен кăнтар енчен тарса килнĕ. Шерпсем вара, 500 çул каялла çурçĕр енчен монголсенчен тарса килнĕ. Хăш-пĕр халăхсем, тĕслĕхрен, неварсем тата тхару, ăçтан пулса кайни паллă мар.

Чи йышлă Непал халăхĕсем:

Çавăн пекех гурунгăсене, шерпсене, лимбу тата раи халăхĕсене асăнса хăвармалла.




#Article 303: Тамерлан (131 words)


Тамерлан (Уксах Тимур, Тимур), — тĕнче çĕнтерсе илнĕ, Вăтам Азин историйĕнче самай йĕр хăварнă çарпуçĕ. 1336 çулхи пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче Кеше (халĕ Шахризабз) хулинче çуралнă. 1405 çулта Отрар хулинче чирлесе вилнĕ. Историксем вăл нарăсăн 18-мĕшĕнче вилнĕ теççĕ, палăкĕ çинче вара нарăсăн 15-мĕшĕнче вилнĕ тесе çырса хăварнă.

Тимур ачалăхĕ вăхăтĕнче Вăтам Азире Джагатай патшалăхĕ саланса кайнă. 1346 çултанпа Мавераннахрта тĕрĕк эмирĕсем хуçăланнă. 1348 çулта монгол ханĕсем астул çине Туклук-Тимура лартнă. Вăл вара Хĕвелтухăçри Туркестанра, Кульджин Енĕнче, Çичшывра хуçа пулнă.

Пĕрремĕш тĕрĕс эмирĕсем шучĕнче Казаган (1346—1358) пулнă. Тимур малтан Ахăр саманара йĕркеленнĕ вăрă-хурахсен ертӳçи пулнă. Хăйĕн çыннисемпе вăл Кеша Хаджи патĕнче хĕсметре тăнă. 1360 çулта Мавераннахрта Туклук-Тимур çĕнтерсе илнĕ, Хаджи Хурасана тарнă. Тимур ханпа калаçса татăлса Кеша хуçи пулса тăнă.

Аваллăхра Тимур чăвашсемпе нумай вăрçнă, 1390-1395 çулсенче чăваш халăхĕн 50-90% вĕлернĕ, салатса янă.




#Article 304: Çĕлен утравĕ (136 words)


Çĕлен утравĕ (, ), — Румыни территорийĕн шывĕсенче вырнаçнă Хура тинĕсри утрав. Украина хăйĕн пăхăнманлăхĕ çинчен пĕлтернĕ хыççăн ку утрав кама пăхăнни çинчен Румынипе тавлашу пуçланнă.

Утрав Тăнай шывĕн дельти анлăхпа пĕр тан вырнаçнă, унран 35 çухрăм тухăçнелле ларать. Утравăн географи координатисем: 45°15’18’’ ç.ан., 30°19’15’’ т.в. Утрав форми хĕрес пек, унăн лаптăкĕ 0,17 км2.

Чи çывăхри пурăнмалли вырăн — Румынири Сулина хула. Украинăн чи çывăххи — Вилково хули.

Утрав çыранĕсем чăнкă, анчах та çăв енченех кунта темиçе пляж пур: «Дамски», «Дергач», «Ылтăн» тата «Бандитсен».

Ку утрава вĕçен кайăксем кăнтăралла вĕçнĕ чухне канмашкăн усă кураççĕ. Çурхи кайăксен вĕçевĕ вăхăтĕнче кунта 234 тĕс тупма пулать.

Тăнай юхăмĕпе хăш-пĕр чухне кунта хурăн пуçлă çĕленсем юхса килеççĕ. Утрав ятне çав çĕленсене пула панă та.

Утрав çумĕнчи шывсенче 41 тĕрлĕ тĕслĕ пулă, 6 (вĕсенчен 4-ăшне Хĕрлĕ кĕнекене кĕртнĕ) тĕслĕ краб пурăнаççĕ.




#Article 305: Кипеч Анатолий Ильич (149 words)


Кипеч Анатолий Ильич (паспорчĕпе Ефимов, 10.8.1937, Чулкăмака ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР çур) — чăваш прозăçи, сăвăçи, драматургĕ. Чăваш Енĕн халăх çыравçи. Пĕрлĕх ĕçченĕ.

РФ ÇП пайташĕ (1998), педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ (1976), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1977) .

Вăтам шкул хыççăн Канаш педагогика училищинче вĕреннĕ. 1968 çулта Чăваш педагогика институчĕн мусăк-педагогика факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. СССР педагогика ăслăхĕсен академинче аспирантурăра пĕлĕве туптанă.

Анатолий Кипечĕн пултарулăхĕ çав тери нумай енлĕ. Вăл 70 ытла ăслăх тата меслет ĕçне эстетикăпа эстетикăна ăспарассипе, наци ыйтăвĕпе тата демократие хӳтĕлессипе 170 ытла статьяна хатĕрлесе пичетленĕ.

Унăн сăввисене, драмисене халăх кăмăлласа йышăннă. Уйрăмах «Ĕмĕр сакки сарлака» (мусăкĕ Ю. Григорьевăн), «Пурнăç çулĕ такăр мар» (мусăкĕ Ю. Жуковăн), «Телей, телей» (мусăкĕ А. Никитинăн) юрăсене  пĕрмаях шăрантараççĕ. А. Кипеч Шупашкарăн «Шурă Шупашкар» гимнĕн текстне хайланă. «Eхрем хуçа» пьесăна Чăваш патшалăхĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче лартнă.

Анатолий Кипеч , «Телей», «Уяр» юрăсен сăввисене çырнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 306: Кириллов Кирилл Демьянович (106 words)


Кириллов Кирилл Демьянович (1962, кăрлач, 2, Кăтаймас ялĕ, Авăркас районĕ, , РСФСР, ССРС — 1996, авăн, 9,  , , РФ) — литература пĕлевçи, театр пĕлевçи, критик.
.

Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ

К.Д.Кириллов ертсе пынипе çамрăксен ятарлă редакцийĕ Ялав журналăн 1988-мĕш çулхи 10-мĕш номерне кăларнă.

ЧПГĂИре ăслăлăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш наци ăслăлăх академийĕн секретарĕнче тимленĕ. Çавăн пекех Чăваш телекуравĕнче литература-драма кăларăмĕсен редакторĕ пулнă.
 
ЧПГĂИ ун ĕç-хĕлĕ çинчен каласа паракан кĕнеке (2006) хатĕрленĕ. Вăл кĕнеке 2006 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче Чун кирлĕ, чун! ятпа тухнă.

Кирилл Кириллов чăваш театр культури çинчен нумай статья, эссе çырнă. К. Ивановăн, Çеçпĕл Мишшин, Ф. Павловăн, И. Максимов-Кошкинскийĕн, тата ыттисен драмăллă ĕçĕсене тĕпченĕ.




#Article 307: Алманчă (369 words)


Алманчă, Almancă — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял.

Ял Шăнкăртам юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Çырмана ял патĕнче пĕвеленĕ, урлă çакăнакан кĕпер хывнă. Ял патĕнче юханшыв урлă икĕ тимĕр-бетон кĕпер вырнаçнă. 
Ялтан кăнтăрарах вăрман кашлать. Тăпри хăйăрлă пулнăран унта нумайрах пайне хырсем йышăнаççĕ. Унсăр пуçне хурăн, ăвăс, юман, вĕрене, чăрăш ӳсет. Йыт çĕмĕрчĕ, кăпчанкă, пилеш, уртăш, шăлан, хĕрлĕ хăва, шур хăва тĕл пулать. Юханшыв хĕррине йăмрасем лартнă. Вырăн-вырăнпа шыв хĕрринче çирĕк тĕл пулать.
Çĕр çырли, хура çырла, кĕтмел, пĕрлĕхен тĕл пулать. Тĕрлĕ кăмпа ӳсет.

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, культура çурчĕ, фельдшер пункчĕ, халăх музейĕ, почта, перекет банкĕн  4440/023 уйрăмĕ, чиркӳ, 6 лавка, шурă арман пур.

Яла халĕ Красноармейски районне кĕрекен Алманч ялĕнчен тухнă çынсем никĕсленĕ. Халапсем тăрах вĕсене Айтар, Турай тата Суйкан ятсемпе чĕннĕ. Вĕсем виçĕ ывăл пулнă.

Пĕр архив хутĕнче Шупашкарти çарпуçĕ В. Н. Пушкин 1636 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Шупашкар уесĕнчи Кĕнер вулăсĕнчи Кушак Пигеевне тата унăн юлташĕсене çак вырăнти çĕрсене уйăрса пани çинчен çырни пур. Ку çĕрсем вăл вăхăтра пушă выртнă.

XVII ĕмĕр вĕçĕнче ялта 35 кил пулнă.

XVIII ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче ял çыннисен пĕр ушкăнĕ хальхи Самар облаçĕнчи Мака Таяпине куçса кайнă  

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче ялта 55 кил пулнă, 151 арçын, 171 хĕрарăм пурăннă. XIX ĕмĕр варринче ялта 50 кил пулнă, вĕсенче 222 арçын, 221 хĕрарăм пурăннă.

XX ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлне ялта 154 килте 475 арçын, 468 хĕрарăм пурăннă.
Граждан вăрçи вăхăтĕнче Шурă çар ялта пĕр кун хушши тăнă. Пĕр кун Патăръелнелле кайнă, тепĕр кун, Крепков отрячĕпе çапăçнă хыççăн каялла Пăва хулинелле кайнă.

Вăрçа 218 çын тухса кайнă, çурри ытла каялла таврăнайман. Паттăрсене асăнса ялти клуб умĕнче палăк çĕкленĕ.

Ялта маларах юханшыв тăрăх тăсăлнă икĕ урам пулнă, пĕр кил пуçне 40 сотка çĕр тивнĕ. 1960-мĕш çулсенче 25-шар сотка анчах хăварнă. Çав каснă çĕрсем çине малтан колхоз усă курнă, каярахпа уйрăм çынсене çурт лартма уйăрса панă. Çавăнтанпа ялта пралуксенче те çуртсем лартма тытăннă.

Яла электричество 1967 çулта, асфальтлă çул 1973 çулта, газ пăрăхĕ 2003 çулта çитнĕ.

Ку ял çыннисем Улатăр районĕнчи Суйкăн ялне никĕсленĕ. 1928 çулта 8 çемье Хырла юханшывĕ хĕрринче Ырлăх ялĕ никĕсленĕ.

Малтан Пăва уесне кĕнĕ. 1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 25 хыççăн Пăва кантонне кĕртнĕ. 1921 çулхи чӳк уйăхĕн 17-пе 1927 çулчен Патăръел уесне кĕнĕ. 1918-мĕш çулччен Тимпаел вулăсне кĕнĕ, кайран Шăмалак вулăсне кĕме пуçланă.




#Article 308: Манш (департамент) (116 words)


Манш (франц. Manche) — Францин çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă, Анатри Норманди регионне кĕрекен департамент. Департамент номерĕ 50. Администрациĕ Сен-Ло хулинче вырнаçнă. Халах йышĕ 481,5 пин (1999) çын.

Департамент лаптăкĕ 5 938 км² танлашать. Манш шутне Котантен çурутрав тата Шосей утравĕ кĕреççĕ. Çурçĕр-хĕвелтухăç енчи çыранĕсем Ла-Манш проливĕ енне тухаççĕ. Çыран тăршшĕ пурĕ 350 çухрăм.

Департамент шутне 4 округ, 52 кантон тата 602 коммуна кĕреççĕ.

Манш — 1790 çулхи пуш уйăхĕнче пулса иртнĕ Францин Аслă революциĕ вăхăтĕнче йĕркеленĕ чи пĕрремеш департаментсем шутне кĕрет. Норманди провинци çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ. 1796-мĕш çулчен департамент тĕп хули Кутанс пулнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн , Сен-Ло хулине вăйлă аркатнă пирки, вăл каллех тĕп хула пулса тăнă. Сен-Ло çĕнĕрен хăпартнă хыççăн тĕп хула вырăнне йышăннă.




#Article 309: Вăлта (110 words)


Вăлта — çекĕл /вырăсла удочка/. Вăлт-ултала сăмахран. Качаллă çекĕле çиппе патак çине çакнă пулă тытмалли ĕç хатĕрĕ. Чи малтанхи пулă тытмалли хатĕр вăлта пулнă тĕççĕ. Ун пирки археологсем те, ăсчахсем те çирĕплетсех калаççĕ.

Вăлтан аври — йӳнчи, çиппи—хĕлĕхĕ, путăшĕ, вăлти-ăманĕ, путаркăçĕ-тăхланĕ пур.
Вăлтан аврине ытларах чухне йывăçран тăваççĕ. Халĕ промышленность вăлта аврине тума пластик усă курать. Çавăн пекех йӳнчине тимĕртен те шăмăран та хăш-пĕр чухне тăваççĕ.

Вăлтин — çекĕлĕ, кучанĕ, çĕрри-унки пур, çекĕлĕ çинче - чĕмĕ, качи, шăлĕ. Вăлта хĕлĕхне çĕрри витĕр тăхăнтартса çыхаççĕ. Вăлта çине ăман е урăх илĕртмĕш лартса пулă тытаççĕ. Пулăçсем паянхи кун та вăлтапа усă кураççĕ.
Вăлтапа кимĕ çинчен, çыран хĕрринчен, хĕлле пăр шăтарса пулă тытаççĕ.




#Article 310: Кĕпĕрне (149 words)


Кĕперне, — Раççей империйĕн XVIII ĕмĕртенпе 1929 çулченхи пайланăвĕ, тĕп администраципе территори пĕрлĕхĕ. Кĕпернесене XVIII ĕмĕрте Пётр I йĕркеленĕ.

(кэ̆бэ̆рнатты̆р), губернатор. Изамб. Т. † Çак Исампаль ачисем кĕпĕрнаттăр ывăль пек. АПП. † Кăвак кăвакарчăн урисем кĕпĕрнаттăр вырăс туйисем.. Т. II. Загадки. Кĕпĕрнаттăрăн пуçне тутăрпа туртса çыхнă. (Кăвас чĕресĕ). // Ашмарин сăмахсарăнчен (Тезаврус лингве чувашорум)

Кĕпĕрнаттăр. уст. 
губернатор // 1982-мĕш çулхи словарьтен)

ч.с. Область е край администрацийĕн пуçлăхĕ. Чулхула кĕпĕрнаттăрне Б.Немцова, Самар хулин мэрне О.Сысуева Раççей правительствине йыхравларĕç. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с. Кĕпĕрнаттăр стипендине кам илме тивĕç пулнине вĕренӳ заведенийĕсен администрацийĕпе ... профком палăртаççĕ. К-ш, 1998, 7 /, 1 с. Малашне Приморье крайĕн кĕпĕрнаттăрĕ пулас текенсен ... суйлав салукĕ тӳлемелле пулать. Х-р, 29.04.1999, 1 с. — Чĕмпĕр кĕпĕрнаторĕ (ХС, 19.07.1996); Красноярск крайĕн çĕнĕ кĕпĕрнаттăрĕ, Вологда облаçĕн экс-кĕпĕрнаттăрĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); Кемĕр облаçĕн кĕпĕрнаторĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); — кĕпĕрнаттăра суйлан (Х-р, 27.11.2001, 1 с.). // Неологизмсен словарĕнчен).




#Article 311: Кухня (157 words)


Кухня, апат-çимĕçе пĕçермелли вырăнĕ. Уйрăм çынсен хваттерсенче яланхилле ку пĕр пӳлĕм, ресторансенче тата урăх нумай çын валли апат-çимĕç пĕçермелли вырăнĕсенче ку 3-4 пӳлĕм е нумайтарах.

Апата лайăх та тутлă пĕçерсе хатĕрлесси кухньăран нумай килет. Çавăнпа та кухня пурăнмалли пӳлĕмсенчен уйрăм пулмалла, ăна таса тытмалла. Кухня урайне тата унăн стенисене çуллă сăрпа сăрламалла. Апат хатĕрлемелли сĕтел шăтăк-çурăксăр пулмалла, мĕншĕн тесен сĕтел çурăкĕсене кĕрсе ларнă продуктсен юлашки хурт-кăпшанкăсемпе сиенлĕ микробсене ĕрчемелли, тасамарлăха сармалли вырăн пулса тăрать. Апат хатĕрленĕ хыççăн сĕтеле, ĕç хатĕрĕсене тата савăт-сапана вĕри шывпа çуса типĕтмелле. Юр-вар усрама уйрăм шкаф пулмалла.

Кухньăра плитапа духовка пурри лайăх апат пĕçерме нумай пулăшать. Плитапа духовкăна вырăсла кăмака умне тата подтопка çумне те тума пулать. Апата газ плитипе, электроплитапа, примуспа, керосинкăпа та пĕçереççĕ. Çуллахи вăхăтра лаçра духовкăпа плиталлă пĕчĕк кăмака лартсан та лайăх.

Кухньăра ĕç хатĕрĕсемпе савăт-сапа çителĕклĕ пулни апат пĕçерессине çăмăллатать тата апата тĕрĕс пĕçерсе хатĕрлеме ăна илемлĕ сăн пама пулăшать

Кухньăра çакăн пек ĕç хатĕрĕсем кирлĕ: 

т. ыт. те.




#Article 312: Чуста (304 words)


Чуста, — шывпа пĕрлешленĕ çăнăх. Ăна кукăль, çăкăр, пицца тата ытти кăмакара пĕçерекен апат-çимĕçре усă кураççĕ.

Чустана çăрнă чухне унта шыв, çăмарта, турăх, çĕпре, тăвар яраççĕ. Çĕпре чустана хăпартма пулăшать. Пылак çимĕçем пĕçернĕ чухне ҹустана сахăр, çу хушаççĕ.

Чăвашсем ытларах виçĕ тĕслĕ чуста хураççĕ:

Тепре квас чусти хума яланах квас тĕпĕ хăвараççĕ. Квас хурас умĕн квас тĕпне ăшă шыв ярса çемçетеççĕ, унтан шыв хушса шĕветеççĕ. Çакăн пек хатĕрленĕ квас чĕресне кирлĕ чухлĕ ăшă шыв яраççĕ, алланă ыраш çăнăхĕ хураççĕ те шĕвĕрех чуста çăраççĕ, лайăх хăпарма ăшăрах çĕре лартаççĕ.
Хăпарса аннă шĕвĕрех квас чустине тăвар калаттараççĕ, çăнăх ярса лайăх çăраççĕ, çине çăнăх сапаççĕ те тепĕр хут хăпарма лартаççĕ.
Квас чустинчен çăкăр, икĕрчĕ, салма яшки те пĕçереççĕ.

Ку чустана ахаль авăртса алланă тулă çăнăхĕнчен е шурă тулă çăнăхĕнчен сăра çĕприпе е пасар çĕприпе хураççĕ. Шыв вырăнне сĕтпе, турăхпа, уйранпа е тăпăрчă шывĕпе те усă кураççĕ. Çăрна чухне чустана шăратнă сив çу е тип çу, чĕрĕ çăмарта, сахăр хăйăрĕ, хăйма та яраççĕ.

Сĕтпе шурă тулă çăнăхĕнчен, унта чĕрĕ çăмарта, сахăр хăйăрĕ, çу е хăйма хушса, пасар çĕприпе хунă чустаран кукăль-çăмах кăпăшка та тутлă пулать.

Пасар çĕприне е сăра çĕприне лĕп шывра ирĕлтереççĕ, ăна çăнăхпа лăкаса йӳçме лартаççĕ. Çапла туни çĕпрене çĕнетме пулăшать. Чуста чĕресне шыв е сĕт ярса, çĕнетнĕ çĕпрепе хутăштармалла, шурă тулă çăнăхĕнчен шĕвĕрех чуста çăрмалла, ăна хăпарма ăшă çĕре лартмалла. Хăпарса аннă чустан тăвар калаттармалла, чĕрĕ çăмарта, сахăр хăйăрĕ шăратнă çу е хăйма хушмалла, пăтратмалла та, юлашки çăнăха хурса çăрмалла. Лайăх çăрнă чуста савăт-сапа тата алă çумне çыпçăнмасть. Чуста ытлашши хытă пулмалла мар, вăл вăтам çăра е кăшт çĕмçерех пулсан лайăх. Çăрса çитĕрнĕ чуста çине çăнăх сапмалла та хăпарма ăшă çĕре лартмалла. Чуста хăпарса анма пуçласан кукăль-çăмахсем тума та юрать.
Пĕр килограмм чуста хатĕрлеме (грампа) çăнăх 650, сахăр 40, 1,5-2 çăмарта, çу 20 е хăйма 50, тăвар 10, çĕпре 20, шыв е сĕт 300 каять.




#Article 313: Шыв (230 words)


Шыв — водородăн оксичĕ, гидроксид, йӳçĕхнĕ (тутăхнă) водород. Метал мар сывлăшпа икĕ атомлă водород, тĕссĕр, шăршăсăр шĕвек. Хими формули — H2O. Цельси температури тăрăх 0 градусран аяла ансан хытă тăрăма куçать, пăр е юр пулать. Температури цельсий тăрах 100 градусран çӳлĕрех хăпарсан сывлăш тăрăмне куçать, пăс пулать. Çутçанталăкра питĕ кирлĕ пулăм.

Шыв йĕркеллĕ условисенче шĕвек тарăмра пулать, çав вăхăтрах ытти элементсен водород çыхăнăвĕсем газ форминче (HS, CH, HF). Водород атомĕсем кислород атомĕсене 104,45° (104°27′) кĕтеспе çыхăннă. Çавăнпа шыв молекулин электричество диполь моменчĕ пысăк (p = 1,84 Д, Синиль йӳçĕкĕнчен çеç пĕчĕкрех).
Шывăн кашни молекули 4 Водород çыхăнăвĕ таран тăвать, вĕсенчен иккĕше кислород атомĕн, иккĕше водород атомĕсен.
Водород çыхăнăвĕсем нумай пулна пирки шыван вĕрекен темпертаури тата уделлă пăс тăвакан ăшши пысăк. Водород çыхăнăвĕсем пулман пулсан кислород Менделеев тапăлĕнчи вырăнне шута илсе тата кислород евĕр хими элеменчĕсен (кӳкĕрт, селен, теллур) вĕрекен температурăна астуса шыв −80 °С веремелле, −100 °С шанмалла.

Шывăн тĕрлĕ изотоп модификацисен тĕрлĕ температурăри физика пахалахĕсем:

Шыв полярлă япаласене лайăх ирĕлтерет, ку пурăнакан организăмсене питĕ кирлĕ. Чĕрĕ клеткăпа клеткăсем хушшинчи сыпăра шывра ирĕлнĕ хими çыханăвĕçем пĕр-пӗринпе çыхăнаççĕ. Шыв çер çинчи пĕтĕм пĕр клеткăллă тата нумай клеткăллă организăмсене кирлĕ.

Кислородпа водородăн та çутçанталăкри тата искуствĕллă изотопĕсем пур. Изотопĕсем нейтронĕпе кăна улăшăнса тăраççĕ. Водород изотопĕсен типĕсем шыв молекулине кĕнипе çакăн пек тĕсле шывсене уйараççĕ:

Кранри шывра йывăр кислородлă шыв (H2O17 тата H2O18) D2O16 шывран нумайрах: вĕсем, шайлашуллă, 1,8 кг тата 0,15 кг пĕр тоннăна.




#Article 314: Краснов Георгий Васильевич (119 words)


Краснов Георгий Васильевич (1937 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕ, Йĕрхкасси ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР — авăн, 3, 2012, , ) — чăваш прозăçĕ, драматургĕ, журналисчĕ. 

СССР ÇП пайташĕ (1969 ç.), Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ парнин лауреачĕ (1979 ç.), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1984 ç.), Чăваш Енĕн халăх çыравçи (2003 ç.), Етĕрне районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2006), филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (2003).

Çĕрпӳ ял хуçалăх техникумĕнче, Мускав патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче пĕлӳ илнĕ.

Колхоз председателĕ, Чăваш АССР радиокалаçупа телекурав комитечĕн тĕп редакторĕ тата председатель çумĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш ÇП правленин председателĕ, «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Халĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультечĕн профессорĕ.

Пурĕ 20 ытла кĕнеке тухнă:

Унăн кĕнекисене вырăс, белfрус, кăркăс тата ытти чĕлхесем çине куçарнă.




#Article 315: Кузнецов Иван Данилович (128 words)


Иван Данилович Кузнецов (1906 çулхи çĕртме, 11, Вырăскасси ялĕ, Теччĕ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Елчĕк районĕ) — 1991 çулхи нарăс, 1, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш литературин тишкерӳçи, чăваш çыравçи.

Профессор, истори ăслăлăхĕн тухтăрĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченĕ (1970 ç.).

Шупашкар рабфакĕнче, Мускав хĕрлĕ профессура институтĕнче пĕлӳ пухнă. Парти обкомĕн культурăпа пропоганда пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пынă. Чăваш кĕнеке издательствин ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ. 

Чăваш патшалăх университечĕн СССР истори кафедрин пуçлăхĕ, профессор пулнă. ĂТИ ăслăлах ĕçтешĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.

Рабфакра ĕçленĕ чухнех тишкерӳ статьисене çырма пуçланă. Г. Келипе тупăшса çырнă. К. Иванов, Çеçпĕл Мишши, П. Хусанкай, е Н. Шелепи пултарулăхне тĕрĕс мар хаклакансен йăнăшĕсене тӳрлетсе те çырма тивнĕ. «Чăваш культурипе литературин хăш-пĕр ыйтăвĕсем» кĕнекере паллă çыравçăсен пултарулăхне тĕплĕн тишкерсе тухнă. 

Кĕнекисем:




#Article 316: Вырăскасси (109 words)


Вырăскасси () — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.

Ял Çутă кӳлĕн çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă. Елчĕкрен 19 çухрăмра ларать.

Яла 2003 çулта газ кĕртнĕ.

Яла никĕслекенсем халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районне кĕрекен Партас тата Уйкас ялĕсен çыннисем пулнă. 1710 çулта кунта 4 хуçалăх пулнă. 1719 çулта — 5. Пĕрремеш куçса килнĕ çынсен Емер, Аюк, тата Калмык ятлă пулнă. Кашт каярахпа кунта тепĕр чăваш, тата Муравьев вырăс хăйсен кил-йышĕсемпе куçса килнĕ. 200 çул каялла кунта Брюханов, Любимов, тата Цапырин вырăссем вырнаçнă. Вĕсене Çĕпĕре ăсатнă пулнă. Вĕсене куçса килнĕ вырăссем тесе калама пуçланă. Кун хыççăн яла Вырăскасси теме пуçланă.

Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине пурĕ 164 çын кайнă, 61-шĕ унта хăйсен пуçне хунă.




#Article 317: Вырăскасси ял вулавăшĕ (106 words)


Вырăскасси ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Вырăскасси ялĕнче вырнаçнă ял вулавăшĕ. Çуткӳль тата Вырăскасси ялĕсене кĕнекесемпе тивĕçтерет. Вулавăш 1988 çулта купаласа лартнă ялти культура çуртĕнчи иккĕмеш хутра вырнаçнă.

Вулавăшра пурĕ 9364 кĕнеке упранать. Вĕсенчен 1807-шĕ чăваш чĕлхи çинче. Пурĕ 554 çын килсе çӳрет, вĕсем пурĕ вулавăша 9920 хут килсе кайнă. Пурĕ вĕсене 11922 кĕнеке алăна панă, вĕсенчен 5410-шĕ чăваш чĕлхи çинче.

Ял вулавăшне 1927-1929 сулсенче ĕçленĕ вулавăш çурчĕ вырăнĕнче йĕркеленĕ. Малтан Çуткӳль ялĕнче ĕçленĕ, кайран, 1952 çулта ăна Вырăскасси ялне куçарнă.

Вулавăшăн пĕрремĕш библиотекарĕ вырăнĕнче Курнавăшра çуралнă А.В. Игнатьев пулнă. Вăл вулавăш тата культура çурчĕн ĕçĕсене ертсе пынă, ял çыннисемпе, шкулпа тачă çыхăну тытнă.




#Article 318: Тĕмер (Елчĕк районĕ) (159 words)


Тĕмер () — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи ял.
Ял Çирĕклĕ юханшывăн икĕ айăккинче вырнаçнă.  Ял тăрăхĕнче икĕ кӳлĕ, пĕве пур. Елчĕкрен 15 çухрăмра ларать. Шупашкара çити 140 çухрăм, Канаша çити 60 çухрăм. 2004 çулта яла газ кĕртнĕ. 

Ялта 2004 çул пуçламăшĕнче 315 килте 921 çын пурăннă. 

XVIII ĕмĕрте хăпартнă чиркӳ пирĕн кунсемченех упранса юлнă. Ялта лавкка, шкул, фельдшер пункчĕ, культура çурчĕ, вулавăш пур.

Ял çывăхĕнче çавăн пекех «Труд» ял хуçалах кооперативĕн фермисем, трактор паркĕ вырнаçнă.

Ял епле пулни çинчен çапла калани пур. Яла Тăвай районĕнчи Тĕмер ялĕн çыннисем куçса килсе никĕсленĕ теççĕ. Истори хучĕсенче ял çинчен çапла çырса хăварнă: «Новое Тинчурино (Тимерево), Степной тож (Тюмерли) при реке Ерыкле». 

XVIII ĕмĕрте кунта Турăн Хĕрес Воздвижени чиркĕвне купаласа лартнă хыççăн яла Воздвиженски теме пуçланă. Тĕмер ят çармăсла «юманлăх» пек куçарăнать. 

Архив хучĕсем тăрах 1710 çулта ялта 32 хуçалăх пулнă. 1721 çулта хуçалăхсен шучĕ 23 танлашнă, пурĕ 127 çын пурăннă.

Тăван Çĕршыв Аслă вăрçине ялтан 253 çын хутшăннă, вĕсенче 106-шĕ каялла таврăнман.




#Article 319: Тĕмер ял вулавăшĕ (101 words)


Тĕмер ял вулавăшĕ, — Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче вырнаçнă вулавăш. Тĕмер ялĕнчи çынсене кĕнекесемпе тивĕçтерет.

Пурĕ 620 çын вулама килнĕ, вĕсем пурĕ 8475 хут вулавăша килсе кайнă. Вулавăшра пурĕ 6478 кĕнеке упранать, вĕсенчен 1488 кĕнеке чăваш чĕлхи çинче. Алла 12064 кĕнеке панă, вĕсенчен 4340 кĕнеке — чăваш чĕлхи çинче.

Ял вулавăшне 1924 çултанпа ĕçленкен вулавăш çурчĕ çинче йĕркеленĕ. Пурĕ вал вăхатра 40 кĕнеке вулавăшра упраннă. 

Вăрçă вăхăтĕнче çурта ăшăтма май çук пирки кĕнекесене чиркӳ çуртне куçарнă пулнă. 1948 çул валли ял клубĕпе вулавăш валли уйрăм çурт хăпартнă. Ку вăхатра вулавăшра 400 кĕнеке ытла упраннă, вулама ытларах енĕпе ачасем çӳренĕ. 




#Article 320: Лазарева Александра Назаровна (114 words)


Лазарева Александра Назаровна (хĕр чухни хушамачĕ Агакова, 1917, çу, 5, Çĕнĕ Тăмлай ялĕ, Чикме уесĕ,  Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Ен, Муркаш районĕ — 1978, чӳк, 24, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш прозăçи.

СССР ÇП пайташĕ (1960). «1941-1945 çулсенчи Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медале, Чăваш АССР Аслă Канашĕн (1967), ССКП обкомĕн, Чăваш АССР Министрсен канашĕн хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Анат Кĕнер колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче, Балашоври авиаци техникумĕнче вĕреннĕ. Анчах сывлăх çитейменнипе пилот ĕçне хăварма тивнĕ. Ленин çулĕпе журналăн литература ĕçтешĕ вырăнĕнче вăй хунă. Вăрçă çулĕсенче Чăваш радиокомитĕнче литература кăларăмĕсен редакторĕ пулнă. 

Унăн кĕнекисем мари, мăкшă, удмурт, вырăс тата ытти чĕлхесемпе пичетрен тухнă.

Чăваш чĕлхи çине Карим Мустай, В. Осеева, В. Розов ĕçĕсене куçарнă. 




#Article 321: Ларионов Николай Николаевич (133 words)


Николай Николаевич Ларионов — чăваш сăвăçи, прозăçи, публицисчĕ. 1961 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралнă.

Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1995), Раççей журналисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997). 1994 çулта А. Талвир ячĕллĕ республикăн литература парнине тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

ЧПУ станокĕсен операторĕ, водитель, завхоз, стройкăра маçтăр пулса ĕçленĕ. Çавăн пекех «Родина Ильича» хаçат редакцин ял хуçалăх уйрăмĕн ертӳçи пулнă.

Халĕ Чĕмпĕрте чăвашла тухса тăракан «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ пулса ĕçлет.

Район тата республика шайĕнче иртекен çăмăл атлетика, йĕлтĕр, футбол, волейбол ăмăртăвĕсене хутшăннă.

Сăвăсене пиллĕкĕмĕш класра çырма пуçланă. Вĕсене вăл шкулти стена хаçачĕ валли çырнă. Çыравçă ĕçне тĕплĕнрех 1991 çултанпа хутшăнма пуçланă — чăваш хаçачĕсемпе журналĕсенче хăйен сăввисене, калавĕсене тата юптарăвĕсене пичетленĕ.

Вырăнти чăвашсен «Шевле» литпĕрлешĕвĕн ертӳçи (1997 çултанпа). Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертӳçин çумĕ.




#Article 322: Лашман Степан Митрофанович (104 words)


Лашман Степан Митрофанович (паспортри хушамат: Авксентьев, 1895, çурла, 5, Патирек ял, Хусан кĕперни ( халĕ Шăмăршă районĕ, Чăваш Ен) —  1986, чӳк, 28, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Çав хуларах çурт-йĕр тăвакансен шкулĕнче ăсталăха туяннă.

Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисене хутшăннă. 

Мускавра Çутĕç комиссариачĕн вĕренӳ институтĕнче пĕлĕвне ӳстернĕ. 

Чĕмпĕрте «Çĕнĕ пурнăç» хаçат редакцилесе кăларнă. Шупашкарти «Канаш» хаçатпа «Тăван Атăл» альманах редакцисенче, радиокомитетре, Чăваш Енĕн Улатăр районĕнчи Эйпĕç шкулĕнче ĕçленĕ.

Пьесăсене, калавсене, фельетонсене чăвашла пичетленĕ. Чăваш чĕлхине А. Блокăн «Вуниккĕ» поэмине, Максим Горькин «Челкаш» калавне, Серафимовичăн «Железный поток» повĕçне, çаплах Твенăн, Гашекăн хайлавĕсене куçарнă.

Пурĕпе 15 кĕнеке ытла тухнă. Паллăрахисем:




#Article 323: Ъ (106 words)


Ъъ, — чăваш алфавитĕнчи вăтăр иккĕмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «хытăлăх палли». Ăна хупă сасă хыççăн, е, ё, ю, я-ччен кăна лартаççĕ. И.Я. Яковлев хăйĕн малтанхи алфавитне кĕртнĕ пулнă, вăл ă сасса пĕлтернĕ. 1872 çулта ăна алфавитран кăларнă. Апла пулин те çынсем унпа çырура çав йÿнпе  усă курма пăрахман. Типографисенче çеç ялан çĕнĕ йĕркепе туса пынă. 

Çĕнĕ чăваш çырулăхне 1938 çулта кĕртнĕ. Çырура нимĕнле сасса та пĕлтермест, тĕрĕсрех ăна уйрăлу палли те тему пулать. Чăваш сăмахĕсенче е, я саспаллисем умĕн çырнă: тухъя, кĕсъе (кăçа), Патăръел. Орфографин çĕнĕ правилисем (1994) тăрăх ъ палла чăваш сăмахĕсенче çырмаççĕ, вăл вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче çеç тĕл пулать: съезд, подъезд, разъезд.




#Article 324: Орфографи (288 words)


Орфографи (гр. ορθο «тӳрĕ», «тĕрĕс», γραφος «çыратăп») — тĕрĕс çырмалли правилăсен пуххи. Чĕлхе аталаннăçемĕн унăн орфографи правилисем те улшăнсах тăраççĕ. Тĕслĕхрен, чăваш чĕлхин хальхи орфографине революцичченхи орфографипе танлаштарса пăхас пулсан вĕсем хушшинче чылай уйрăмлăх асăрхама пулать.

Орфографи уйрăм сăмахсене епле çырассине палăртать. Çапла вара унăн хатĕрĕсен шутĕнче саспаллисем пулса тăраççĕ. Çавăн пекех орфографи паллисен шутне дефиса тата çаван пекех апострофа те кĕртме пулать, мĕншĕн тесен вĕсем  сăмахсен тулашĕнче мар тăраççĕ.
Орфографие грамматика нормисемпе пăтраштармалла мар.

Хальхи вăхăтра чăваш орфографиче икĕ система палăрать: вĕсенчен пĕри йышăннă сăмахсене, тепри чăваш сăмахесене çырассипе çыхăннă. Тĕслĕхрен, пĕр пек илтĕнекен сасăсене йышăннă сăмахсенче пĕр тĕрлĕ, чăваш сăмахĕсенче урăх тĕрлĕ çырасси тахçанах çирĕпленнĕ (танлаштарăр: парта — атă, сумка — ватă, партире — (ун) хӳттинче, библиотека — атте, иккĕ т.ыт.те). Вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене XIX ĕмĕрĕн 1920—1930-мĕш çулсен пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин фонетика саккунĕсене пăхăнса çырма тăрăшнă пулнă, тĕслĕхрен, пиплиоттеккă, поттаниккă, кеолоки, тиректăр, текрет, Порис т.ыт.те. Анчах та ку йĕрке 1933 çулччен çеç тытăнса тăнă. Чăваш алфавитне б, г, д, ж, з саспаллисене кĕртсен вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсене çаплипех çырма тытăннă библиотека, ботаника, геологи, директор, декрет, Борис). Орфографири тепĕр тавлашуллă ыйту вăл — сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырасси. Çак ыйтусене вĕçне çитиччен татса парас тĕллевпе республикăри орфографи комиссийĕ 1961 çулта чăваш орфографийĕнче реформа туса ирттерет. Йышăннă сăмахсене çырас тĕлĕшпе кĕртнĕ улшăну сăмах тĕпне пуçламăш формăра та, ытти формăсенче те пĕр пек çырассипе çыхăнна (тĕслĕхрен: парт+ă — партă+на — партă+ра; клас — клас+ра, клас+ран) Унччен пĕрле çырнă нумай сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырассине çирĕплетнĕ. Анчах тепĕр тăватă çултан, 1961 çулта çĕнетнĕ правилăсене йышăннă сăмахсен тĕпне пур формăра та пĕр пек çырас принципа (чылай сăмах майлашăвне уйрăм çырассине) пăрахăçа кăларнă. 1994 çулта орфографи комиссийĕ орфографие хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем пуринчен ытларах сăмахсене пĕрле, уйрăм е дефиспа çырассипе çыхăннă.

 




#Article 325: Чăваш чĕлхин орфографи историйĕ (372 words)


Чăвашсен хальхи çырулăхĕ хăй пуçламăшĕнче тĕплĕ йĕркевсем пулман, анчах та И.Я.Яковлев букварĕнчи «Предуведомлени» хăшпĕр чи кирлĕ самантсене палăртнă.

Кайран çак вăхăтсенче улшăнусем кĕртнĕ: 1) 1919 ç., 2)1923 ç., 3)1926 ç., 4)1933 ç., 5)1938 ç., 6)1949-51 çç., 7)1961 ç., 8)1967 ç., 9)1992—94 çç. 

 Çĕнĕлĕхсем орфографин кашни пайне пыра-пыра тивнĕ. Сăмахăн сасă тытăмне палăртасси И.Я.Яковлев вăхăтĕнчех фонема принципне пăхăнса йĕркеленнĕ, вырăс сăмахĕсене кăна цитата принципĕпе çырнă. Октябрь революцийĕ хыççăн пирĕн çыру пĕр системăлăха куçасси еннелле ăнăлать. Ăна йĕркеленĕ чухне вырăс чĕлхинчен çыру урлă кĕрекен сăмахсене чăваш сăмахĕсен орфографине пăхăнтарнă. Акă бригадир, журнал, музей йышши сăмахсене п, к, т, ш, с, ç саспаллисемпе усă курса (прикатир, шурнал, муçей) çырнă. Опыт, лампа, атака, катет йышши сăмахсене çырна чух икĕ хупă саспаллипе тата ă, ĕ, уçă саспаллисемпе усă курнă: оппăт, ламппă, аттаккă, каттĕт.

Хупă сасăсене палăртасси 1933 çулта вырăс орфографине кура йĕркеленнĕ пулин те ă, ĕ саспаллисене вырăс сăмахĕсенче 1938 çулчченех çырнă: бригадир, журнал, музей, опăт, лампă, атакă, катĕт. Çак çулта пирĕн орфографире икĕ системăлăх
татăклăн çирĕпленет. Вăл паян кун пĕр е икĕ хупă саспалли çырнă чухне те, хупă сасăсен çемçелĕхне палăртнă чухне те, й сасăпа ун хыçĕнчи уçă сасă пĕрлешĕвне палăртнă чухне те т. ыт. те сисĕнет: кăркка — каркас, курка — курган, кĕсмен — спортсмен, эсрел — акварель, епле — йĕплĕ, каяр — кайăр т. ыт. те. 1961 çулта çыру урлă йышăннă вырăс сăмахĕн улшăнман пайне ялан пĕр пек çырас принципа тĕпе хунă (партă — партăн, партăна; княç — княçăн, княçа), анчах ăна 1967 çулта пăрахăçланă та хальччен те тавăрман.

Ăнлавсене пĕрле, уйрăм тата дефиспа çырас ыйту чăваш орфографи историйĕче чи йывăррисенчен , чи тавлашуллисенчен пĕри пулнă: хăшĕсем пĕрле çырассине хӳтĕленĕ, теприсем — уйрăм çырассине.  Мĕншĕн тесен  сăмах майлашăвĕн пайĕсем пирĕн чĕлхере, вырăс чĕлхинчипе танлаштарсан, питĕ тачă çыхăнура тăраççĕ тесе шутланă  хăшпĕр çынсем (Ят сăмах майлашăвĕ пăхăр). Пĕрле çырассине мала хуракан теори вырăс чĕлхи витĕмĕпе XX ĕмĕрĕн 1920-мĕш çулсенче тĕвĕленнĕ имĕш. 1961 тата 1992—1994 çулсенче орфографи правилисемсĕр пуçне ыттисене пурне те çакăн пек шухăшларăшсем çине таянса тунă пуль тенĕ хăшĕсем. 1967 çулхи орфографи çырăва 1961 çулчченхи лару-тăрăва тавăрнă.

Сăмахсене пысăк саспаллинчен пуçласа çырасси, сăмах пайĕсене пĕр йĕркерен теприне куçарасси, сăмахсене кĕскетесси тата кĕскетсе çырасси чăваш орфографийĕнче пысăк тавлашу çуратман, çĕнĕ правилăсене çырăвăн кулленхи практикине шута илсе кĕртсе пынă.

Тĕп статья: Чăваш çырулăхĕ тĕлĕшпе пыракан тавлашусем.




#Article 326: Орфографи сăмахсарĕ (209 words)


Орфографи сăмахсарĕ — литература чĕлхинчи сăмахсемпе вĕсен грамматика формисене мĕнле çырмаллине кăтартакан пособи. Сăмахсене тупма çăмăл пултăр тесе алфавит тăрăх вырнаçтарса тухаççĕ.

Чăваш чĕлхин орфографи сăмахсарĕсем Октябрь революцийĕччен пулман, анчах орфографин тĕп йĕрке виçисем И.Я.Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем кăларнă кĕнекесенчех çирĕпленсе юлнă, вĕсем халĕ те вăйра шутланаççĕ. Чăваш чĕлхин орфографи сăмахсарĕсем совет тапхăрĕнче çеç тухма тытăнаççĕ. Чи пĕрмĕш орфографи сăмахсарне Н.И. Ванеркке хатĕрленĕ, вăл 1926 çулта пичетленсе тухнă. Унта пурĕ 8 пин ытла сăмах кĕнĕ. Сăмахсар çумне Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕ 1926 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче çирĕплетнĕ орфографи йĕрке виçисене хушса панă. Хушса çĕнетнĕ иккĕмĕш кăларăмĕ 1929 çулта тухнă, унта пурĕ 13 пин сăмах çырса кăтартнă, анат диалекчĕн сăмахĕсемпе юнашар тури диалектра тĕл пулакан сăмахсене те кĕртнĕ, вĕсене те литература чĕлхин виçи тесе пăхнă (тĕслĕхрен, çытар — минтер, яш — йĕкĕт, куршĕ — пускил т.ыт.те).

Чи пысăк сăмахсар 1963 çулта пичетленсе тухнă (21 пин сăмах).

Чăваш АССР Министрсен Канашĕ 1967 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Чăваш чĕлхи орфографийĕн тĕп правилисене» хăш-пĕр улшăнусем кĕртес пирки йышăнăва çирĕплетнĕ хыççăн «Чăваш чĕлхи орфографийĕн кĕске сăмахсарĕ» пичетленсе тухать (1969). Калăпăшĕпе 1963 çулта тухнă сăмахсартан вăл чылай пĕчĕк. 1963 тата 1969 çулсенче тухнă орфографи сăмахсарĕсем пĕр-пĕринчен чылай уйрăлса тăраççĕ. Çакă вăл уйрăмах вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене мĕнле çырассипе тата сăмахсене пĕрле,  уйрăм е дефиспа çырассипе çыхăннă.




#Article 327: Орфоэпи (132 words)


Орфоэпи (гр. orthos «тӳрĕ», «тĕрĕс», epos «калаçу») — сăмахсене сасăпа пусăм тĕлĕшĕнчен тĕрĕс каламалли правилăсен пуххи.

Чăваш чĕлхин орфоэпи правилисем XIX ĕмĕрĕн 1870-мĕш çулсенче йĕркеленме тытăннă. Тĕслĕхрен, чăваш сăмахĕсенче тури диалектри пек о сасă калас вырăнне у сасă каласси (укçа, урам, пур) тата ыт. чылай йĕркелев ун чухнех çирĕпленсе вăя кĕрсе юлнă, вĕсем паян кунчченех литература чĕлхин виçисем шутланаççĕ. Анчах та литература ĕçне тури диалект элчисем те анлă явăçса пынăçемĕн чăваш чĕлхинче çак диалект элеменчĕсем те норма пулса çирĕпленеççĕ (тĕслĕхрен, пусăм йĕркелевĕсем). Чĕлхе аталаннăçемĕн орфоэпи йĕркелевĕсем те улшăнмасăр тăмаççĕ, вĕсенче те вăхăтăн-вăхăтăн улшăнусем пулса пыраççĕ.

Хальхи вăхăтра орфоэпи йĕркелевĕсем, тĕпрен илсен, çирĕпленсе çитнĕ темелле, анчах та кунта иккĕлентерекен, тĕрлĕ диалект элчисене тавлаштаракан ыйтусем те пур (тĕслĕхрен, каймас е каймаç, килмес е килмеç т.ыт.те). Вĕсене татса парасси — чĕлхеçĕсен çывăх вăхăтра тумалли ĕçĕ.




#Article 328: Левуков Владимир Леонтьевич (221 words)


Левуков Владимир Леонтьевич (1950 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ, Тутар АССР, Аксу районĕ, Кивĕ Тимушкел ялĕ —) — чăваш прозăçи, сăвăçи. 

Чăваш Енри профессиллĕ çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, РФ ÇП пайташĕ (2009).

Алапукари патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнче вĕренсе тухнă. 7 çул хушши тăван енре шкулта вĕрентӳçĕ вырăнĕнче, вĕренӳ пайĕн ертӳçи вырăнĕнче ĕçленĕ. 1979 çултанпа Тольятти хулинче пурăнать, çăмăл машина туса кăларакан автосавутра 31 çул хушши вăй хурать. 

Халĕ хисеплĕ канура.  Çырма ачаранах пуçланă. Çамрăк чухнехи сăввисем Ял пурнăçĕ (Тутарстанри Аксу районĕн хаçачĕ) пичетленнĕ. Студент вăхăтрисем - Алапукари Камская новь хаçатра кун çути курнă. Юлашки 10-15 çул хушшинче питĕ тухăçлă ĕçлет. Унăн чăвашла çырнă хайлавĕсем тăтăшах тĕрлĕ хаçат-журналсенче, альманахсенче пичетленсе тухаççĕ. Ултă кĕнеке кăларма вăй-хăват çитернĕ. 2009 çулта ăна Шупашкарти професилле чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕ сĕннипе Раççей çыравçисен пĕрлешĕвне йышăнаççĕ.

Хаçатсемпе журналсенче пичетленет. 2004 çулта унăн нумай калавĕсемпе повеçĕсем «Авăра кĕрсе юлнă шыв» кĕнекере пичетленсе тухнă.

Автор хăйĕн пĕрремĕш кĕнекинче паянхи пурнăçри çивĕч ыйтусене хускатать, вăл хайлаври сăнарсен шăпине çурмаран пайлать. Автор чĕлхи вырăнти калаçу хăйевĕрлĕхĕпе пуян, сăнарсен характерĕсем çĕнĕ, чăн пурнăçран илнисем.

Автор в своей книге ЛЮДИ УДАРНОГО ТРУДА раскрывает жизнь трудящихся во второй половине ХХ века на примере истории Шигонской бумажной фабрики 

Книга С любовью к жизни  о детдомовской девочке, во взрослой жизни прекрасной, душевной женщине, воспитавшей двух детей,шагающей всю свою жизнь, как по острию бритвы, но всегда с любовью к жизни... 
  




#Article 329: Русаков Светозар Кузьмич (123 words)


Русаков Светозар Кузьмич, — вырăс художник-мультипликатор. 1923 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Тучков хулинче çуралнă. 2006 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.

Вăтам шкул хыççăн Тĕп пионерсен çуртĕнчи ӳнер студийĕнче вĕреннĕ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçламăшĕнче ăна Мускаври комсомол ТК Смоленск патне ĕç фронтне янă.

Новосибирскри «ТАСС чӳречисенче» (Окна ТАСС), тата «Хĕрлĕ çăлтăр» çар хаçатĕнче ĕçленĕ. 1943 çулта çара лекнĕ. 

Вăрçăран таврăнсан Калинин ячĕллĕ ӳнерпе промышленность училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна вĕренсе пĕтерсен ВГИКăн ӳнер факультетĕнче пĕлӳ пухма тытăннă. Ăна вал 1956 çулта питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Ун хыççăн вăл «Союзмультфильм» киностудире художник-постановщик пулса ĕçленĕ. 1986 çулта тивĕçлĕ кануна тухнă.

Светозар Русаков «Ну, погоди» (Эх, тăхта!) мультфильма ӳкерекенсенчен пĕри. Çавăн пекех унăн ĕçĕсен шутĕнче «Шайбу! Шайбу!», «Попался, который кусался», тата ытти мультфильмсем.




#Article 330: Альфред Теннисон (122 words)


Альфред Теннисон, — паллă акăлчан сăвăçи. 1809 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче Линкольнширта çуралнă. 1892 çулхи юпа уйĕхĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ.

Линкольнширта çуралса ӳснĕ. Унăн поэзи çине çак тăван вырăнĕсем самай ӳсĕм кӳнĕ. Теннисон ашшĕ Плантагенет йĕхĕнчи пуп пулнă, çавна пула вăл лайăх пĕлӳ илме пултарнă.

Альфред Теннисон пурĕ 53 кĕнеке кăларнă. Иккĕмĕш кĕнеки унăн 1830 çулта тухнă, «Poems, Chiefly Lyrical» ятлă пулнă. 1832 çулта виççĕмĕш кĕнеки тухать, унта паллă «The Lady of Shalott», «Œnone», «The Lotos-Eaters», «A Dream of Fair Women», «The Palace of Art» ĕçĕсем кĕреççĕ.

Юлашки сăвви шутĕнче «Crossing the Bar» шутланать. Вăл ăна вилес вăхăтĕн пĕр кун умĕн çырса ĕлкĕрнĕ. Унта вăл хăйĕн виллис кунĕ çывхарни çинчен, вилĕмпе килĕшни çинчен çырнă. Вăл сăвва кĕвелесе кайран Альфред Теннисона пытарнă чухне юрланă.




#Article 331: Тютчев Фёдор Иванович (133 words)


Фёдор Иванович Тютчев (1803 çулхи раштавăн 5-мĕшĕ — 1873 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕ) — вырăс сăвăçи. 

Тютчева ăс-тăна Раич Семён Егорович вĕрентнĕ. Сăмахран каласан кайран, Семён Раич Михаил Лермонтовăн та вĕрентӳçи пулнă. 13 çулта Гораций одисене куçарма пуçланă. Килте пĕлӳ илнĕ хыççăн Мускав патшалăх университечĕн Сăмахлăх уйрăменче пĕлӳ пухма пуçланă. Унта ăна Алексей Мерзляков, Михаил Каченовский вĕрентнĕ. Студент çулĕсенче Фёдор Тютчевăн Михаил Погодинпа туслашать.

Мурановăра (Мускав çывăхĕнче) музей-усадьба ларать. Вăл Тютчевăн тăхăмĕсене лекнĕ хыççăн вĕсем унта тĕрлĕ экспонатсене пуçтарса музей уçнă. 2006 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче усадьбăна çиçĕм çапнă хыççăн пушар (лаптăкĕ 500 м2 танлашнă) пуçланнă. Пушара сӳнтернĕ чухне музейĕн икĕ ĕçченĕ суранланнă. 

Содерж. : Çурхи шывсем ; Кичем-ха таврари хирсем... ; Каç тĕтреллĕ, сăлпăранлă... ; Çурхи аслати ; Пахча епле ав тĕлĕрет илемлĕн...; Ма, хăва, яштак пуçна эс... ; Аслатиллĕ çумăр умĕн...




#Article 332: Шур Атăл (176 words)


Шур Атăл (, , , ) — Кăнтăр Уралпа Урал умĕнчи юханшыв, Чулман Атăлăн сулахай юппи. Пушкăртстан территорипе юхать.

Таршшĕ 1 430 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 142 пин км2.

Чӳк уйăхĕн варринче шăнса ларать те ака уйăхĕн варринче пăр каять.

Юханшыв Кăнтăр Урал тăвĕсем çинче пуçланать. Ӗпхӳпе пĕрлешиччен хăвăрт юхать. Ыларах юр шывĕнчен тăрать. Юханшыв вăрăмăшĕ – 1430 çухрăм, шыв тĕкĕрĕ – 142 пин тв. çх. Чӳк уйăх варринче шăнать, ака уйăхĕнче пăр кайса пĕтет. Шур Атăл тăрах карапсем çӳреççĕ.

Сылтăм юпписем Нугуш, Сим, Ӗпхӳ, Бир, Танып; сулахай юпписем: Ашкадар, Уршак, Дёма, Кармасан, Чермасан, База, Сюнь.

Шур Атăл çинче çак хуласем вырнаçнă: Белорец, Салават, Ишибай, Çтерлĕ, Ӗпхӳ, Бирск.

Шур Атăл — Пушкăртстанăн паллă шыв магистралĕ. Юханшывпа карапсем Табынск патĕнчен (656 км) пуçласа çӳреççĕ. Ĕпхӳрен пуçласа пĕрмай куçăмлă пайĕ шутланать. Шур Атăл  Мускав — Ĕпхӳ шыв çулĕн пайĕ пулать, ун тăрăх çулçӳрев рейсĕсем хунă. 

Юлашки çулсенче юханшыв тарăнăшĕ шыв управĕ туса хунипе чакса пырать.

Виçĕ шыв çыххи каскадне туса хума палăртнă: 2003 çулта пĕрремĕшне — Юмакуçи шыв управне хута янă, 2005 çулта Юмакуçи ГЭСĕн юлашки агрегатне ĕçе кĕртнĕ.




#Article 333: Хими (442 words)


Хими ( сăмахран пуль теççĕ), — çутçанталăк çинчен вĕрентекен чи анлă, чи пĕлтерĕшлĕ ăславсенчен пĕри; хими элеменчĕсем тата вĕсен çыхăнăвĕсемпе тытăмĕ  пирки, япалалăхсем хими реакцийĕсенче улшăнса теприне  куçни тата çавăн чухне епле саккунсемпе йĕркевсем палăрни çинчен  вĕрентекен ăслăх. Мĕнпур япалалăхсем атомсенчен тăраççĕ те лешсенчен, химилле çыхăнусем пуррине кура, молекулăсем майлашăнаççĕ. Хими вара çав молекула-атом шайĕнчи ыйтусене пăхса тухать. Урăхла каласан, хими элеменчĕсемпе вĕсен пĕрлешĕвĕсен шайĕнчине. Хими физикăпа, биологипе тачă çыхăннă, вĕсен хушшинчи чикĕсем те пĕлтерешлех мар тата малсăлтавлă. Чикĕре тăракан ыйтусене квантлă хими, химилле физика, физикăлла хими, геохими, биохими тата ытти ăславсем пăхса тухаççĕ. 

Хими ăславĕн палăрăмĕсем этемлĕх пуçланнăранпах пур.

Хими чăн-чăн ăслав пек XVI—XVII ĕмĕрсенче йĕркеленсе çитнĕ. Анчах та, химире, физикăпа танлаштарсан, шутлавла меслетсем çукраххине кура, ун çине кăшт урăхларах куçпа пăхни пулнă. 1661-мĕш çулта Роберт Бойль «Химик-скептик» ĕç пичетлесе кăларать. 

М. В. Ломоносов  «Математикăлла хими элеменчĕсем» (1741) ĕçĕнче химие темĕнле ăнланма çук ÿнер пек мар, шăп та шай ăслав пек курать.

Элементарлă пĕрчĕ — нуклонсар масштабĕнчи микрообъектсене пĕрлештерсе тăракан пĕтĕмĕшле термин; вĕсене кулленхи ĕçлевлĕхре татах та пĕчĕкрех объектсем çине пайлама май çук.

А́том ( «пайланми») — микроскопла пĕчĕк талккăшлă тата массăллă объект, химилле элементăн чи пĕчĕк пайĕ, япалалăхăн палăрăмĕсене упраканскер.

Япалалăх, химире пăхса тухакан тĕп ăнлавсенчен пĕри () — атомсенчен тăракан япалалăха пĕлтерет; енчен те атомсем çук пулсан (калăпăр, плазма е çăлтăрсен япалалăхĕ), унашкал япалалăх химире пăхса тухакакннисен йышне кĕмест. 

Ио́н ( «пыраканни») — япалаллăхăн,  атомран е молекулăран, лешсем электрон йышăнсан е çухатсан пулакан,   электро капламлă пĕрчи. Плюслă-тăк — катион, минуслă-тăк — анион.   

Кунашкал пĕрчĕсем кирек мĕнле агрегатлă тăрăмри япалалăхра та пулма пултараççĕ, сăмахран,  газсенче, шĕвексенче (ирĕлчĕксенче, шăраннă металсенче), кристалсенче, плазмăра.

Ирĕклĕ радикалсем — химире: хăйсен тулашри электронлă йăлхахĕнче пĕрре е темиçе мăшăрсăр электрон пур  пĕрчĕсем (молекулăсем). 

Кунашкал пĕрчĕсемлĕ япалалăхсем хытă, шĕвек тата газ евĕр пулма пултараççĕ, питĕ сахал (секкундран та сахалрах) е нумай вăхăт (темиçе çул) пурăнаçççĕ. Нейтраллĕ радикалсемсĕр пуçне ион-радикалсем пур. Ирĕклĕ радикалсен парамагнитлă палăрăмсем пур тата вĕсен химилле реакцие кĕрес пултарулăхĕ пысăк.

Химилле çыхăну —   атомсен хушшини сыхăну, молекуласен тата кристалсен тăн-тăнлăхне тивĕçтерекенскер. Вăл атом нуклонсарĕнчи электро капламлă пĕрчĕсем тата электронсем хушшинчи вăйăмран килет. Паянхи кун унашкал пулăмсене квантлă механика пулăшнипе ăнлантараççĕ. 

Периодла саккун — çутçанталăкăн никĕсле саккунĕ. Ăна Д. И. Менделеев 1869-мĕш çулта уçнă; саккун химилле элементсен палăрăмĕсене вĕсен атомла массисемпе çыхăнтарать. 

Химилле реакци — пĕрре е темиçе химилле  япалалăх, пĕр-пĕринпе хутшăнса (контакта кĕрсе), урăх япалалăхсене çаврăнни; кун пек чухне атомсен нуклонсарĕсем улшăнмаççĕ, çав вăхăтрах электронсемпе нуклонсарсем тепĕр хут валеçĕнеççĕ. Нуклонсар реакцийĕсемпе танлаштарсан, химилле реакцисенче атомсен нуклонсарĕсен пĕтĕмĕшле йышĕ тата химилле элементсен изотопла тытăмĕ улшăнмаççĕ.

Химилле реакцие хутшăнакан япалалăхсене реагентсем теççĕ.

Химилле реакци тĕслĕхĕ — шывамăш йӳçамăшĕнче çунать те шыв пулать:

Химилле номенклату́ра —  химилле япалалăхсен тата вĕсен ушкăнĕсемпе тĕсĕсен хăйсене тивĕçлĕ (индивидуаллă) харпăр ячĕсен йышĕ, çавăн пекех вăл ятсене майлаштармалли йĕркесемпе йĕркевсем. 




#Article 334: Пусăм (фонетика) (218 words)


Пусăм () — сăмахри пĕр-пĕр сыпăка палăртса калани. Ку вăл сăмах пусăмĕ. Чĕлхе ăслăхĕнче пусăм термин ытти пулăмсене те пĕлтерет — синтагма пусăмĕ, фраза пусăмĕ, логика пусăмĕ. Вăлна: А́а́, Е́е́, И́и́, О́о́, У́у́, Ы́ы́, Э́э́, Ю́ю́, Я́я́ çине кăна лартаççĕ. 

Сăмах ударенине чĕлхе ăслăхĕн фонетика уйрăмĕ тĕпчесе вĕрентет. Чăваш литература чĕлхинче сăмах пусăмĕн йĕрки пур. Çав йĕрке тăрăх тулли уçă сасăллă (а, э, у, ы, и, ӳ) сăмахсенче пусăм юлашки сыпăк çине ӳкет: калаçу; урамра, çӳре, ыран, киввисем.

Кĕске уçă сасăллă (ă, ĕ) сăмахсенче пусăм пĕрремĕш сыпăк çине ӳкет: пĕлĕтлĕ, вăрăмăш, кĕмĕл. Сăмахра тулли уçă сасă та, кĕске уçă сасă та пулсан пусăм тулли уçă сасăллă юлашки сыпăк çине ӳкет: кăмака, юманлăх.

Сăмахри пусăм фонетика паллисем уçă сасăсенче палăраççĕ: пусăм ӳкекен сыпăкри тулли уçă сасă пусăм ӳкмен çавăн пек сасăран вăрăмрах пулать (самана, телей). Çавăнпа тулли уçă сасăсем çине ӳкекен пусăм фонетика паллисем шутне вăрăмлăхпа вăй паллисем кĕреççĕ.

Пусăм ӳкекен кĕске уçă сасăсем те пусăм ӳкменнисенчен вăрăмрах, анчах пур чухне те мар. Çавна шута илсен вăрăмлăх палли пусăм тĕп палли пулма пултараймасть. Ă, ĕ сасăсемлĕ сăмахсенчи пусăм вăй паллинчен çеç килет.

Вырăнти калаçусене шута илес пулсан чăваш чĕлхинчи сăмах пусăмĕ икĕ тĕрлĕ: тури диалектри пусăм литература чĕлхинчи евĕр; анатри диалектăн уйрăм калаçăвĕсенчи пусăм, калăпăр, сăмаха уйрăммăн каланă чухне,  юлашки сыпăк çине ӳкес еннелле туртăнать (кайăк, шăпчăк, Коля, машина). 




#Article 335: Улшăну (лингвистика) (284 words)


Улшăну, — пĕр-пĕрне витернине пула пуплев юхăмĕнче сасăсем артикуляци тĕлĕшĕнчен пĕрпекленни. Тĕслĕхрен, çул сăмахра у сасă витернипе тутасем ç сасса каланă чухнех малалла тăсăла пуçлаççĕ, урăхла каласан ç сасă тута палли туянать. Ку вăл — сасăсем пĕр-пĕрне витернипе пулакан пахалăх улшăнăвĕ, ăна чĕлхе ăслăлăхĕнче юнашарлăх улшăнăвĕ теççĕ. Пуплев юхăмĕнче хупă сасăпа уçă сасă юнашар тăраççĕ, çавăнпа вĕсем артикуляци енчен чылай чух пĕрпекленеççĕ: хупă сăсă уçă сасса е уçă сасă хуппине витереççĕ. Çав витерӳ сăмахра сасă юхăмне майлă та, хирĕçле те пулма пултарать. Çӳлерех асăннă çул сăмахра витерӳ хирĕçле.
Юнашар тăракан хупă сасăпа уçă сасă пĕр-пĕрне витернипе пулакан улшăну (ăна коартикуляци улшăнăвĕсем теççĕ) чăваш чĕлхинче йышлă, тĕслĕхрен, тутапа калакан у, ӳ сасăсем пуплев юхăмĕнче хăйсен умĕнче тăракан хупă сасăсене тута палли параççĕ: курак, тупă, кӳлĕ, сӳре.

Сăмахри сасăсем улшăнасси вĕсем мĕнле вырăнта тăнинчен те килет. Тĕслĕхрен, ă уçă сасă ударениллĕ сыпăкра ударенисĕрринчен кăшт вăрăмрах илтĕнет. Ун пек улшăнăва позици улшăнăвĕ теççĕ. Позици улшăнăвĕсем сăмах пуçламăшĕнче, варринче е вĕçĕнче, уçă е хупă сыпăкра, ударениллĕ тата ударенисĕр сыпăксенче пулаççĕ. Тĕслĕхрен, янăракан б, г, д, ж, з хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче (уба, агать, удă, лажа, узă) янăравсăртарах илтĕнеççĕ; янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче (калда, кăмба, алза) янăравлăрах илтĕнеççĕ; ă, ĕ сасасем ударенисĕр сыпăксенче (кĕлте, тăрна, вăрман) ударениллисемпе танлаштарсан кĕскерех илтĕнеççĕ.

Сăмахсене пуплев юхăмĕнче май килнĕ таран çыхăнтарса каланă пирки сăмахсен чиккинчи сасăсем те пĕр-пĕрне витереççĕ. Тĕслĕхрен, ан пар сăмахсем пуплевре пĕрлешсе пĕр фонетикăлла сăмаха тухса каяççĕ, çавна май п сасă (янăравлă н хупă сасăпа а уçă сасă хушшинче) янăраса илтĕнет. Кун пек тĕслĕхсем пуплевре чылай тĕл пулаççĕ: вăлта  вăлда, çип арлать  çиб арлать т.ыт.те.

Сăмахсен чиккинче хупă сасăсем çемçелни те пулать: çак этем  çаг'эд'эм, (ку тĕслĕхре к сасă янăраса тата çемçе илтĕнет), вун иккĕ вун'икк'ĕ.




#Article 336: Анклав (124 words)


Анклав  (фр. enclave,  лат. inclavatus — «хупă, питĕрнĕ») — патшалăхăн тĕп çĕрĕпе çыхăнман лаптăкĕ. Анклав йĕри-тавра урăх патшалăхăн (патшалăхсен) çĕрĕсем вырнаçнă. 

Эксклав (лат. ex — тулаш + clavis — çăруççи), — патшалăх (патшалăхсен)  ăшĕнчи урăх патшалăхăн лаптăкĕ.

Тĕслĕхсем: Калининград облаçĕ (Раççей), Начихевань автономлă республики (Азербайджан). Эксклавăн çыранĕсем тинĕс енне тухаççĕ пулсан ăна çурэксклав теççĕ.

Çапла вара, кун пек çĕрсене анклав е эксклав теесси хăш патшалăх куçĕпе пăхнинчен килет.

Пĕтĕм тĕнче килĕшĕвĕсем тăрăх, элчĕлĕхсем, консуллăхсем, вĕсем вырнаçнă патшалăхшăн, эксклавсем шутланаççĕ.

Кулленхи калаçура суверенлă, пăхăнманлăхлă патшалăхсемпе мар, ахаль административлă тытăмсемпе çыхăннă кун пек территорисене те анклав (ытларах чухне)  е эксклав (сайрарах) теççĕ.

Чăваш Ен ăшĕнче уншăн эксклавсем шутланакан территорисем пур, анчах та вĕсенче ялсем е çын пурăнакан урăхла вырăнсем çук. Вĕсем — ялхуçалахĕнче усă куракан çĕрсем.




#Article 337: 2006 çулхи Израильпе Ливан хушшинчи хирĕçӳ (186 words)


Израильпе Ливан хушшинчи хирĕçӳ, — Ливанпа (тĕрĕсрех каласан, Хезболла юхăмĕпе) Израиль хушшинче 2006 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕпе çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ вăхăт хушшинче пулса иртнĕ хирĕçӳ. Хиреçӳ вăрçă евĕр иртнĕ тесе каламалла.

Ливанра 1084 вăрçăна хутшăнман çын, Израилте 41 вăрçăна хутшăнман çын вилнĕ.

Хирĕçӳ хушшинче 40 Ливан салтакĕ, 61 «Хезболла» боевикĕ, 7 «Амаль» боевикĕ, Палестинăна ирĕке кăлармалли халăх фрончĕн 1 боевикĕ, 119 ЦАХАЛ салтакĕ вилнĕ. Кунсăр пуçсăр ООН çарĕнчи 1 миротворец, тата 4 пăхса тăракан вилнĕ.

Хирĕçӳ хушшинче Ливанта 3700 патнелле çын аманнă, Израилте — 583 гражданла, 312 çар çынсем.

Ливанта 970 пин çын ытла хăйĕн килĕсене пăрахса хăварма тивнĕ, 220 пин хăвĕн çĕршывне пăрахса урăх çĕре куçнă. Израильте тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх хăйсен килĕсене 300-500 пин çын пăрахса кайнă.

Ливанта пурĕ 145 кĕперпе эстакадăна, 32 автомобиль заправкине, 7 000 çурт, 29 инфраструктура объектне (вĕсен шутĕнче аэропортсем, тинĕс порчĕсем, электростанцисем, шывпа тивĕçтерекен станцисем) аркатнă.

Хирĕçӳ вăхăтĕнче «Хезболла» Израиль тăрăх пин ытла реактивлă снаряд янă. ЦАХАЛ пайĕсем 100 пин артиллери снарядне усă курнă, Израиль авиацийĕ 12 пин ытла Ливана сирпĕтме вĕçсе тухнă.

Ливана пурĕ 6 милиард долларлăх сиен кӳнĕ. Израиле кӳнĕ сиен тĕрлĕ çăлкуçсем тăрăх 1,6-5,5 милиарод долларпа танлашать.




#Article 338: Медицина (100 words)


Медицина, — çын организмĕнче пулса иртекен чипер, е патологиллĕ пулăмсене, тĕрлĕ чирсене тĕпчекен, çынсен сывлăхне упраса çирĕплетекен ăслăх, ăслăхлă е практикăллă ĕçсем.

Классикăллă медицинăна тата альтернативлă медицинăна уйăраççĕ. Альтернативлă медицина — йăлана кĕнĕ медицина ĕçĕсем çинче никĕçленмен методсем. Ăна çавăн пекех псевдомедицина, квазимедецина, а çынсене улталани тесе калаççĕ. Альтернативлă медецина шутне уринотерапи, хиропрактика, хилерство, йĕппе чикни, фитотерапи, Китай медицини, гамеопати, тата ыттисем кĕреççĕ.

Медицина сăмахĕ латин  () сăмах çаврăнăшĕнчен тытăнса тăрать, унăн  () глагол тымарĕ пекех.

Медицинăра çаплах практика, е клиника, медицини, е медицина практики пур. Унта медицина ăслăхĕнче тĕпчесе тупнă ăслайсемпе усă курса çын организмĕн чирĕсене, патологи тăрăмĕсене сиплеççĕ.




#Article 339: Цзинь Ши (176 words)


Цзинь Ши, — Китайри тинĕс вăрă-хурахĕ. 1785 çулта çуралнă, 1844 çулта вилнĕ.

Цзинь Ши тинĕс вăрă-хурахĕсенчен чи ăнăçли шутланать. Вăл пурĕ 2 000 карап ертсе пынă, ăна 70 000 матрос пăхăнса тăнă. «Цзинь мадам» (ăна çапла чĕннĕ), Чжэн Ипе (хăй вăхăтĕнче чи паллă пират пулнă) çыхланичен вăл куття пулнă. 1801 çулта вĕсем мăшăрланнă хыççăн Вьетнама кайнă. Унта вăл вăхăтра граждан вăрçи алхаснă. Цзинь Шин хăйĕн ачисем пулман, çăвăнпа та вĕсем пулăçсенчен Чжан Бао Цаи ачана вăрласа ăна ывăлланă.

Вăл хăйĕн командине çирĕп алăра тытса тăнă. Çавна пулах унăн ĕçĕсем питĕ ăнăçлă пулнă тесе шутлаççĕ. 

Анчах та ăна пăхăнса тăрасси пуне те килĕшмен. Пĕр капитанĕ ăна хирĕç пăлхав çĕклесе влаçа парăннă. Цзинь мадам вăйĕ самай хавшасан çеç вăл императорпа килĕшӳ тунă. 1810-мĕш çулхи килĕшӳ тăрăх вăл императора пăхăнма пуçланă, унăн мăшăрĕ Китай правительствинче синекура вырăнне йышăннă. 

Вăрă-хурахла ĕçне пăрахнă хыççăн вăл Гуанчжоу хулине пурăнма куçнă. Унта мĕн виличчен пурăннă.

Цзинь мадам историйĕ тăрăх нумай çыравçă хăйсен ĕçне çырнă. Вăл Хорхе Луис Борхесăн «Вдова Чинга, пиратка» (1935) калавĕн тĕп сăнарĕ. Чжан Бао ячĕпе Гонконгра нумай романтикăллă вырăна çыхăнтараççĕ.




#Article 340: Токи Пона (158 words)


Токи Пона (toki pona), — шухăшласа кăларнă чĕлхе. Авторĕ - Канадăри чĕлхе тĕпчевçи, тăлмачĕ Соня Ланг (малтанхи ят — Соня Элен Киса. Чĕлхире сăмах шучĕ питĕ сахал, унта 125 сăмах кăна. 

Вӑл шутласа кӑларнӑ чӗлхесенчен чи ҫӑмӑлли шутланать. Токипона ҫинчен пӗрремӗш информаци тӗнче тетелӗнче 2001 ҫулта тухать. Toki Pona «ырлӑх чӗлхи» (е: «лайӑх чӗлхе», «ансат чӗлхе» е «лайӑх калаҫу» пек куҫарма пулать;). Ланг хӑйӗн ӗҫне тунӑ чухне дао тата дзен вӗрентевӗсемпе хавхаланнӑ пулнӑ. 

Токипона тӗнче курӑмӗ унӑн тытӑмӗнче тата ӑшлӑхӗнче палӑрать. Унӑн сӑмахсарӗнче - 125 тымарлӑ сӑмах. Автор шучӗпе - пурнӑҫра чи кирлӗ сӑмах. Минимализм принципне никесе хунипе хайхи чӗлхере чӗрчун тата ӳсен-тӑран ячӗсем ҫуках. Ҫапах та токипонӑн официаллӑ мар сӑмахсарӗнче ҫӗршыв, халӑх, чӗлхе тата ҫын ячӗсем пур, анчах та вӗсем пысӑк саспаллипе ҫырӑнаҫҫӗ (ma Nijon — Яппуни, toki Epelanto — эсперанто, jan Tana — Таня). Ҫӑмӑллатнӑ токипона лексики ансат фонологи, грамматики тата синтаксиспа тӳр килеҫҫӗ.

Пӗлме кӑсӑклӑ: 125 сӑмахсенчен пӗри pana - пар, пама, панӑ тенине пӗлтерет.




#Article 341: Ясир Арафат (111 words)


Ясир Арафат (арап. ياسر عرفات‎), — Палестина автономийĕн председателĕ (президенчĕ). 1929 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕнче Каирта çуралнă, 2004 çулхи чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче Париж патĕнчи Percy de Clamart госпитальте вилнĕ.

Çуралнă чухне панă тулли ячĕ — Мухаммад Абд ар-Рахман Абд ар-Рауф Арафат аль-Кудва аль-Хусейни (محمد عبد الرحمن عبد الرؤوف عرفات القدوة الحسيني). Çавăн пекех Абу Аммар (أبو عمّار) ятпа паллă пулнă. ФАТХ (Fatah) юхăмĕн ертӳçи пулнă. 1969 çултанпа Палестинăна Ирĕке Кăларакан Организацин (ПИКО) председателĕ. 1994 çулта Нобелĕн мир премине тивĕçнĕ.

Ясир Арафат пуян пир-авăр сутăçин пиллĕкмĕш ачи пулнă. Ашшĕ Газа хулинчен пулнă. Хăй каланă тăрăх вăл унăн палестин амăшĕ пекех Иерусалимра çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче çуралнă. Анчах та хутсем вăл Каирта çуралнине çирĕплетеççĕ.




#Article 342: Луç Гаврил Спиридонович (262 words)


Луç Гаврил Спиридонович (чăн хушамачĕ Лосев), — чăваш сăвăçи, (псевд. Гаврил Луç, Луç Кавĕрли), (р. 2.04.1935, д. Хом-Яндобы Ибресин. р-на, ум. 17.04.2019 г.) – поэт, прозаик, журналист. Член Союза чуваш. писателей (2001), лауреат премии им. С. В. Эльгера (2005), лауреат премии им. А. Талвира (2009). Автор сборников «Юратупа эп килтĕм тĕнчене» (С любовью я пришёл в сей мир, 1999), «Чупать-ха пурнăç урхамахĕ» (Ещё в пути аргамак жизни, 2005), «Хум хĕр­ринче çуралнă юрату» (Река любви Хома), «Юрату – тĕнче тытăмĕ» (Любовь – стержень мира, 2010). 

Ялта ĕçлесе пурăнать.

Нумай сăвă, поэма авторĕ. Вал çырнисем республикăри пичетре 1955 çултанпа тăтăшах пичетленеççĕ. Луҫ, Гаврил. Амӑшӗпе хӗрӗ : поэма / Гаврил Луҫ. – Шупашкар, 2001. – 64 с. Луҫ, Гаврил. Кунӗ пур вӗт ҫут тӗнчен – пурӑнасчӗ ыранччен : сӑвӑсем, сонетсем, калавсем / Гаврил Луҫ. – Шупашкар, 2013. – 94, [1] с.  Луҫ, Гаврил. Сонетӑмсем – ҫунатӑмсем : [50-90-мӗш ҫулсенче тата юлашки вӑхӑтра хайланӑ сонетсем] / Гаврил Луҫ. – Шупашкар, 2008. – 63, [1] с. Луҫ, Гаврил. Тӑван тавралӑх : [поэмӑсем, сӑвӑсем, сонетсем] / Гаврил Луҫ. – Шупашкар, 2003. – 56 с.  Луҫ, Гаврил. Хум хӗрринче ҫуралнӑ юрату : калавсем, очерксем, аса илӳсем / Гаврил Луҫ. – Шупашкар, 2008. – 98 с. Луҫ, Гаврил. Чыспах вӗҫлесчӗ хамӑр ӗмӗре : суйланӑ сӑвӑсем / Гаврил Луҫ. – Шупашкар, 2014. - 135 с. Луҫ, Гаврил. Юрату - тӗнче тытӑмӗ : сонетсем, сӑвӑсем, калавсем, очерксем / Гаврил Луҫ. – Шупашкар, 2010. – 95 с., [3] л. ил. с.В 2013 году вышла его книга «Кунӗ пур вӗт ҫут тӗнчен – пурӑнасчӗ ыранчен». В 2014 году напечатана книга «Чыспах веслесче хамар емере».




#Article 343: Альбина Юрату (670 words)


 
Альбина Юрату (паспортра: Любимова Альбина Васильевна), (1959 çулхи çурла, 25, Нăрваш Шăхаль ялĕ, Патăрьел районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш сăвăçĕ.

Чăваш ÇП пайташĕ (1992 ç.), Чăваш Республики культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Эмине парнин лауреачĕ (2001 ç.).

Ашшĕ — Василий Егорович Яковлев (Велвокай) — хĕрне мĕн ачаран чăваш чĕлхин капăрлăхĕпе янравлăхне ăша хывма, çутçанталăк пулăмĕсене асăрхама-сăнарлама вĕрентнĕ. Амăшĕ — Клавдия Васильевна Киселева (вырăс хĕрарăмĕ) — çĕр çинчи пур халăха та хисеплеме хăнăхтарнă, ют чĕлхесене пĕлнин пĕлтерĕшне ăнкартма пулăшнă.

Ялта çуралса ӳснĕскер, мĕн пĕчĕкрен тăван тавралăх илемне курса-туйса çитĕннĕ. Çепĕç чăваш чĕлхи урлă çут тĕнчене юратма вĕреннĕ, тус-тантăша, тăван-хурăнташа, ял-йыша хисеплеме хăнăхнă.

Кĕçех пĕчĕк Альбина кĕске калавсем, прозăллă сăвăсем çырма пуçлать. Хайлавĕсем ун чухнех кăсăклă та шухăшлă пулнă. Малтан вĕсем районти «Авангард» хаçатра пичетленнĕ, каярахпа — «Пионер сасси» («Тантăш»), «Пионерская правда», «Молодой коммунист», «Коммунизм ялавĕ» хаçатсенче. Шкулта стена хаçачĕ кăларнă, концертсем ертсе пынă. «Пионер сасси» хаçат «15 республика — 15 тăванлă çĕршыв» ятпа ирттернĕ конкурсра çĕнтерсе, Альбина Яковлева Пĕтĕм Союзри «Орленок» пионерсен лагĕрĕнче тӳлевсĕр путевкăпа каннă.

Ялта ĕçпе пиçĕхнĕ хĕр хăй умне çирĕп тĕллев лартнă: тăван чĕлхене тата та лайăхрах пĕлмелле-тĕпчемелле. Çак йӳтĕмпе вăл 1976 çулта И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнчи чăваш чĕлхипе литератури уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă та çивĕч ăс-тăнлă студента кунта часах асăрханă — старостăна суйланă. Альбина Яковлева «Ульяновец» (ЧПУ) тата «Молодой коммунист» хаçатсемпе туслашать.

Вырăсла таса та илемлĕ калаçма, тĕрĕс çырма пултаракан хĕре 1979 çулта Мускаври М. В. Ломоносов ячĕллĕ университетри журналистика факультетне вĕренме куçараççĕ. Кунта вăл часах аслă шкулăн «Московский университет» хаçачĕпе çыхăну тытма пуçлать. Вĕреннĕ çулсенче Альбина журналист ăсталăхне «Советская культура», Тинĕсçум Енри «Трудовое слово», Узбекистанри «Комсомолец Узбекистана» хаçатсенче туптать. Акă ăçта кирлĕ пулнă ăна тĕрлĕ халăха, чĕлхене хисеплесси-юратасси.

Чулхула облаçĕнчи Лысая Гора ялĕнче çуралса ӳснĕ Николай Любимовпа çемье чăмăртасан, Альбина республика тĕп хулине куçса килет. Альбина Васильевна мăшăрĕпе, Николай Васильевичпе, хĕрпе ывăл çитĕнтереççĕ. Асли, Ольга, Шупашкарти ӳнер училищинче сăрăç-модельера вĕреннĕ. Ольга амăшĕн «И многоточье ставлю я опять...» сăвă кĕнекине хăйĕн ӳкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. Кĕçĕнни, Константин, Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ лицейра 11-мĕш класра вĕренет, программист пулма ĕмĕтленет.

А. Любимова пĕр вăхăт Шупашкарти чăлхапа трикотаж фабрикинче («Шупашкар трикотажĕ» фирма) радиоредактор ĕçĕ вырăнĕнче тимлет. Çамрăк журналистка ĕçри хастарсем çинчен хитре тĕрленчĕксем хайлать.

Халĕ Альбина Васильевна Чăваш Республикинчи Çутçанталăк ресурсĕсен управленийĕнче пресс-секретарь пулса вăй хурать. Çутçанталăка сыхлас, хӳтĕлес, тăван тавралăх пуянлăхне, илемне килес ăрусем валли упраса хăварас тĕлĕшпе республика хаçачĕ-журналĕнче тĕрлĕ материал пичетлет.

Сăвă çырма ачаранах пуçланă. Вĕсене «Авангард», «Пионер сасси», «Пионерская правда» хаçатсенче пичетленĕ.

Сăвăç ултă кĕнеке авторĕ. Унăн «Каях, сывă пул..» пĕрремĕш кĕнеки ентешĕсем — Раиса Сарпи, Юхма Мишши, Олег Цыпленков — пулăшнипе 1992 çулта «Вучах» хаçат библиотекинче кун çути курать. Икĕ çултан «Пике» журнал çумĕнче «Эпĕ сана юрататăп» кĕнеке пичетленет. Кĕнекен тĕп спонсорĕсем Владимир Афанасьевич Никитин предпринимательпе Аркадий Павлович Айдак, Етĕрне районĕнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳçи. Аппăшĕ, Раиса Сарпи сăвăç, тăрăшнипе «Любовь моя, боль моя» сăвăсен пуххи Мускавра 1995 çулта çапăнса тухать. Тепĕр çулталăкран «Чĕрем витĕр иккĕн утас çул выртать» кĕнеки Шупашкарта кун çути курать. Ана кăларма пулăшаканĕ Сергей Александрович Сергеев, Шупашкар хула çынни. 

Альбина Юрату сăвăçа республикăра çеç мар, Раççейре те, ытти çĕрте те пĕлеççĕ. 1999 çулта вăл Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк хĕрарăмĕсен пĕрремĕш курултайне хутшăнать. Унăн пултарулăхне Раиса Сарпи, Регина Лепилкина, Михаил Сениэль тата ытти авторсем пысăка хурса хакланă.

Альбина Любимова-Юратун çĕнĕ хайлавĕсем республикăри тĕрлĕ хаçатра, «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче кун çути кураççĕ. Чăваш радиовĕ «Сансăр пурнăç çук» композици хатĕрлерĕ.

Поэтесса сăввисемпе çырнă юрăсем халăхра анлăн сарăлчĕç. Унăн юррисене Александр Осипов, Людмила Семенова, Олег Кăйкăр, Клара Осокина, Михаил Федоров, Александр Мингалев, Светлана Бубновăпа Римма Шекирова, Владимир Леонтьев, Елена Османова, Петр Романов, Елена Леонтьева, Сергей Кувшинов, Тамара Савей, Борис Соколов, Алина Михайлова, Тамара Ишмуратова тата ытти чăваш эстрада çăлтăрĕсем шăрантараççĕ. 

Альбина Юрату сăвăç хайлавĕсенче çутçанталăка, Тăван çĕршыва, çынна, атте-аннене, ачасене чи сутă та çепĕç туйăмпа юратнине ăс-тăнпа туйса тăратăн. Çавăнпах вăл хăйĕн хушма ятне ЮРАТУ илнĕ. 

Тĕрĕсмарлăх та икĕ питлĕх, курайманлăх та кĕвĕçӳ ытла та нумайран-тăр, поэтесса ытларах юрату çинчен çырать. Вăл мăнаçлă та вăйлă, çутă та таса, çепĕç те пархатарлă, илемлĕ те ăшă туйăм тĕнчене ырăрах та телейлĕрех тăвасса шанать.

Унăн пичетленсе тухнă сăвă кĕнекисем:

Альбина Юратун сăввисем çине нумай юрă хывнă.




#Article 344: Львов Пётр Константинович (123 words)


Львов Пётр Константинович, (1932,  авăн, 17, Лĕпсер ялĕ, Çĕрпӳ районĕ, Чăваш АССР - 2008, ҫу уйӑхӗ) — чăваш прозăçĕ, сăвăçĕ, тăлмачĕ, литература критикӗ.

СССР ÇП пайташĕ (1963), Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1993)

Шупашкар районĕнчи Шемшер вăтам шкулĕнче вӗренсе тухсан, Шупашкарти учительсен институтӗнче аслă пĕлӳ илнĕ. ВЛКСМ Ишлей райкомӗнче, ВЛКСМ Чӑваш обкомӗнче, «Молодой коммунист» хаçатра ĕçленĕ, «Ялав» журналăн яваплă секретарĕ, тĕп редактор çумĕ, «Тăван Атăлăн» тĕп редакторĕ пулса тăрăшнă. Унтан Чӑваш телекураӗнче, Чӑваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн правленинче ĕçленĕ. 1963 çултанпа СССР çыравçисен пĕрлешĕвĕнче тӑнӑ. Пӗрремӗш сӑввисем 1950-мӗш ҫулсен пуçламăшĕнче пичетленме тытăнă. Ытларах проза жанрӗнче палӑрнӑ.

Ҫыравҫӑ 2008 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Калавсем, повеçсем, сăвăсем çырать. Пурĕпе 10 кĕнеке тухнă:

Украинран чăваш чĕлхине Л. Украинкăн, С. Шуртаковăн, П. Левчаевăн, В. Юксернăн, В. Ильинан ĕçĕсене куçарнă.




#Article 345: Леся Украинка (126 words)


Леся Украинка (паспортпа Лариса Петровна Косач-Квитка), — паллă украин сăвăçи, çыравçи. 1871 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче Новоград-Волынски хулинче çуралнă. 1913 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Сурами хулинче вилнĕ.

Ялтăра Леся Украинкăн музейĕ пур.

Амăшĕ — Елена Пчилка çыравçă, ашшĕ — литературăпа живописе юратакан улпут пулнă. Вĕсен килĕнче час-часах çыравçăсем, юрăçсем, художниксем пухăннă. Леся тĕплĕн ют чĕлхесене вĕреннĕ. Ку вăл ăна ют чĕлхе çинчи литература ĕçĕсемпе паллашма май панă.

Ăна Египетра, Грецире, Германире тата Австринче сипленĕ, анчах та ку пĕтĕмпех калăхах пулнă. 1913 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Грузинчи Сурами хулинче вилнĕ. Ăна Киев хулинче пытарнă.

Леся 5 çӳлтанпа пĕчĕк пьесăсем çырса выляма пуçланă. Сакăр çула çитсен пĕрремĕш сăввине çырнă. Çырма 12 çултан пуçланă. Чи малтанхи ĕçĕсем шутне Гогольĕн «Вечера на хуторе» куçарăвĕ кĕрет. 

Леся Украинкăн ĕçĕсене чăвашла та куçарнă.




#Article 346: Кино кунĕ (112 words)


Кино кунĕ, — кинона халалланă уяв кунĕ. 

Кино кунне тĕнчере раштавăн 28-мĕшĕнче уявлаççĕ.

Раççейре кино кунне уйрăмман çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче уявлаççĕ. Ку куна палăртма пуçланипе çыхăннă хушусем: 1980 çулхи юпа уйăхĕн 1-мешĕнче тухнă СССР Аслă Канаш Президиумĕн 3018-Х номерлĕ «О праздничных и памятных днях» (Уявпа асăну кунсем çинчен) хушăвĕ, 1988 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче тухнă СССР Аслă Канаш Президиумĕн 9724-XI номерлĕ «О внесении изменений в законодательство СССР о праздничных и памятных днях» (Уявпа асăну кунĕсем çинчен калакан СССР саккун тытăмне улшăнусем кĕртесси çинчен) ăна тӳрлетекен хушăвĕ.

Раççейре пĕрремĕш кинокартинăна 1908 çулхи юпа уйăхĕн 15-мешенче кăтартнă. Вăл лента пурĕ 7 минут тăсăлнă. Пĕрремеш тĕрлĕ тĕслĕ «Потёмкин броненосецĕ» кинокартинăна Раççейре пĕрремĕш хут 1925 çулта кăтартнă.




#Article 347: Нарспи (поэма) (404 words)


А.Петтоки, В.Паймен, П.Хусанкай, Б.Иринин, А.Жаров, А.Смолин тăлмачсем вырăсла куçарнă.

Пăлхар чĕлхине поэмăна П. Хусанкай (чăваш чĕлхинчен), Н. Марангозов (вырăс чĕлхинчен). Кĕнекене Софире, ДКМС ТК «Народна младеж» издательствинче 1961 çулта çутта кăларнă.

Поэмăна Ĕпхӳре иккĕ хутчен кăларнă: Пушкăртпартиздатĕнче (1941 çулта), Пушкăрт кĕнеке издательствинче (1960 çулта).

К. Ивановăн пултару ĕçне Хусан хулинче 1941 çулта Тутпатиздатĕнче пичетленĕ.

К. Ивановăн поэми мари чĕлхинче Мари кĕнеке издательстви 1958 çулта кăларать.

А. Афанасьева, М. Можгина, Нарспипе Сетнер удмуртла калаçма пуçларĕç. Удмурт кĕнеке издательстви, Ижевск, 1962. — 92 с.

Ivanov Konstantin. Narszpi, szep leany / Konstantin Ivanov; [пер. А. Беде]. — Eger, 1977.

Пĕрремĕш хут 1908 çулта чăвашла кун çути курнă «Нарспи» поэма авторĕ 100 çул тултарнă тĕле (1990 çулта) акăлчан чĕлхине кĕрет.

Поэму «Нарспи» на немецкий язык художественно переложил профессор Чувашского государственного университета им. И. Н. Ульянова доктор педагогических наук В. А. Иванов в 1990 году, к 100-летию со дня рождения К. В. Иванова.

Gabriele Tecchiato, Materiali per una nuova Antologia Ciuvascia. I. Kĕśtentinĕ V. Ivanov-Părtta (1890-1915), Narspi. В: Le spigolature dell'Onagro, Matteo Compareti - Rudy Favaro (eds.), Venezia, 2013, pp. 111–171.

В 1990-мĕш çулта, поэма авторĕ 100 çул тултарнă тĕле, Нарспи якут чĕлхипе кун çути курнă. 

Поэма 14 пайран тытăнса тăрать. Тăватйĕркелĕхсем пилĕкшерĕн хăйне майлă блоксене пĕрлешнĕ. Çав блоксене тахçан С.П.Горский Иванов çаври (ивановская строфа) теме сĕннĕ пулнă. Н.И.Иванов ăна Нарспи сăвви тет. Çавăн пек хăшпĕр блоксенче йĕркесен шучĕ çитмест, урăхла каласан, çирĕмрен каярах. Ун пек минус-йĕркесене çырура пăнчăлăхсемпе палăртса хайхи блоксене туллилетме май пур.

Çеçпĕл Мишшиччен чăваш чĕлхинче сăмахсенчи пусăмсен çирĕп йĕркесем пулман. Çавăнпа та поэмăна силлабика виçипе çырнă теме тивет. Анчах та паянхи чĕлхере пусăмăн çирĕп йĕркисем пур. Поэмăна сасăпа вуланă чухне çавсене кашниех шута илет. Çак саманта асра тытсан паянхи тăрăмра поэмăн виçине изосиллабизмлă дольник теме май пур. Кашни йĕркере — çичшер сыпăк. Хушăран-хушă логаэдла йĕркесем те тĕл пулаççĕ. Поэмăна рифмăланин уйрăмлăхĕсем те кăсăклă. Юнашар, урлă,  ытам тата ытти састашсем тĕлли-паллисĕр черетленеççĕ.

Чăваш театрĕсенче К. В. Ивановăн «Нарспи» поэмине çиччĕ хут лартнă: 1922, 1940, 1944, 1948, 1959,1979, 1989 çулсенче. 1979 -1989 çулсенче ăна кашни çулах лартнă.

Нарспи сăнарне тĕрлĕ вăхăтра Ольга Ырсем, Вера Кузьмина, Валентина Иванова, Нина Григорьева, Светлана Михайлова, Таисия Ерусланова, Рона Ананьева, Анфиса Долгова сцена çинче кăтартнă.

Мусăыкне Николай Казаков композитор хайланă. Либреттăна Борис Чиндыков хатĕрленĕ.

Тĕп сăнарĕсене Наталья Ильц (Нарспи) тата Александр Васильев (Сетнер) вылянă.

Ангел Тодоров, пăлхар çыравçи:…«Нарспи» поэма пичетрен тухнине чăваш литературин тусĕсем - пăлхар çыравçисем - мăн савăнăçпа кĕтсе илчĕç

Литература тишкерӳçи Иван Сестримский (Болгари):
 

Мустай Карим, Пушкăртстан халăх сăвăçĕ:




#Article 348: Рамштайт авиабазăра авиашоу иртернĕ чухнехи инкек (129 words)


Çак кун Рамштайн авиабази çинче авиашоу курма 300 пин çын пухăннă. Tricolori пилотаж ушкăнĕ «чĕрене сăнăпа тивни» аслă пилотаж фигурине кăтартмалла пулнă. 

Frecce Tricolori икĕ ушкăна пайланнă хыççăн 1 000 км/ч хăвăртлăхпа хире-хирĕç вирхĕннĕ. Иво Нуртарелли полковник йăнăшнипе (ун самолёчĕ сăнă пулмалла пулнă) сывлăшра 40 метр çӳллĕшĕнче виçĕ самолёт пырса çапăннă. Вăйлă çапăннă хыççăн тата ĕçсем çăпла пулса тухнă пирки 10-мĕш номерлĕ самолёчĕ 90° пăрăнса куракансем енелле персе аннă. Вăл мороженăй сутнă çĕрте ӳкнĕ. Çанталăк шăрăх тăнă пирки нумайăшĕ унта пухăннă пулнă. Ӳкнĕ самолёчĕ ӳкнĕ хыççăн сирпĕннĕ, пушар пуçланнă.

Тепĕр самолёчĕ, чĕрене йĕркелекенсен шутĕнчи çăлакан медицина центрĕн Black Hawk вертолёчĕ çумĕнче персе аннă. Унта вăл вăхăтра пулнă çынсем пурте вилнĕ.

Ку катастрофăра 16 ача вилнĕ, вилнисен ытларах пайĕ пульницăра вăйлă пиçсе канипе вилнĕ. Пурĕ пин патнелле медицина пулăшăвĕ ыйтнă.




#Article 349: Ингрид Бергман (112 words)


Ингрид Бергман (швед. Ingrid Bergman; 29 çурла 1915 - 29 çурла 1982) — швед тата американ актриси. Американ кино ÿнер институчĕн рейтингĕнче — 100 çул хушшинчи 100 аслă кино çăлтăрĕ AFI версийĕ тăрăх — 4-мĕш вырăн йышăнать. Виçĕ хут «Оскар» тата «Давид ди Донателло» парнисене илме тивĕçнĕ, тăватă хут — «Золотой глобус», икĕ хут — «Эмми» парнисене, «Тони» (1947) парнине пĕрремĕш хут илекенĕ.    

Ашшĕпе амăшĕ вилнĕ хыççăн ăна куккăшĕ ӳстерме пуçланă. Ингридан актриса пулас шухăша вăл хирĕçлемен. Стокгольм патшалăх драма театрĕ çумĕнчи шкула вĕренсе пĕтернĕ.

Вуннă ытла швед тата пĕр нилĕç фильмĕсенче ÿкерĕнсен, вăл Голливудран  Дэвид Селзник продюсертан «Интермеццо» (1939) фильмра ÿкерĕнме йыхрав илет.

Хăйĕн пурнăçĕ çинчен «Моя жизнь» кĕнеке çырса хăварнă.

 

  




#Article 350: Элĕк районĕн ялĕсем (164 words)


Чăваш Енри Элĕк районĕнче çак ялсем вырнаçнă:

Алкукасси, Анат Татмăш, Анаткасси, Анаткасси, Анатри Юлăш, Анатри Хурасан, Анатри Шĕвĕш, Антоновка выççăлки, Асамат, Ассакасси, Атайкасси, Атмалкасси

Вăрманкас Шупуç, Вăрманкас, Витеçуч, Вутлан, Вылпасар, Вырăс Сурăм

Дубовски

Ехремкасси

Йăлкăш, Йăранар

Илленушкăнь, Ишпарайккă, Иштек

Кăраклав, Кĕçĕн Тăван, Кĕçĕн Тукташ, Кайри Хирлеп, Какаç, Кармал, Качалав, Кивкасси, Кивуй, Кораккаси, Крымсарайкă, Куракăш

Лопашка Мучикасси, Лутра Пакăш

Малти Хирлеп, Мартынкасси, Мăн Вылă, Мăн Карачура, Мăн Куканар, Мăн Тукташ, Мăн Шĕвĕш, Мăн Этмен, Мăн Ямаш

Павлушкăнь, Пĕчĕк Йăлкăш, Пĕчĕк Кăканар, Пĕчĕк Карачура, Пĕчĕк Элĕк, Пиçенер Туктамăш, Пиçенер, Писĕп, Писер выççăлки, Прашкушкăнь

Самушкă, Сарплат, Сатлайккă, Синер, Сморотин, Сурăмварри, Сурăмпуç Мучикасси, Сурăмпуç Шĕмшеш

Çĕнкас Юнтапа, Çĕнушкăнь, Çирĕккасси, Çулавăç

Тавăт, Тăвăш Юнтапа, Тени, Тимĕрçкасси, Торăпкасси, Туçи Шĕмшеш, Тукач, Тури Вылă, Тури Татмăш, Тури Хурасан, Тури Юлăш

Улăх Шĕмшеш, Ураскилт, Урмай, Урпаш,Утаркасси

Хирлеппуç, Хитекушкăнь, Хорнсор Çармăç, Хуравар

Чартак, Чăваш Сурăм, Чăрăшлă, Чулкаç

Шавранчăк, Шăлан выççăлки, Шапкин, Шĕмшевĕш, Шĕнтреш, Шор Шетмĕ, Шор-Пайраш, Шоркасси Сорăм,
Шураç, Шуркасси Ишек, Шуркасси

Элĕк, Элекушкăнь, Энехмет, Этмен

Юманлăх, Юнтапа

Яккушкăнь, Якунькă, Янăш, Янкурас, Ярхуньушкăнь




#Article 351: Саккисем (176 words)


Са́ксем () — пирĕн эрăччен I пинçуллăх — п.э. пĕрремĕш ĕмĕрсенчи авалхи çăлкуçсенче асăннă иран чĕлхиллĕ ушкăнĕнчи юркăн тата çурма юркăн ăру-йăхĕсен пĕрлехи ячĕ.

 Дарий I çырни, Бехистун рельефĕ, пирĕн эрăччен VI ĕмĕр.
Сăран çинчи  стилĕпе хатĕрленĕ

Йăли-йĕрки, япалисем скифсен пекрех пулнă. Авалхи перси çырăвĕсенче тата Геродот çырăвĕнче виçĕ ушкăна палартма пулать: хаомаварга-сакасем (Геродот тата аваллăх тапхăрĕнчи çыравçăсен — амюрксем), тиграхаут-сакасем («шĕвĕр вĕçлĕ калпаклисем»), тата парадрай-сакасем («тинĕс (Каспи) леш енчисем»). Юлашкисем вырăнĕнче Хура тинĕс çумĕнчи скифсене шутлама пулать.

Пирĕн эрăччен VI тата V ĕмĕрсен чиккинче сакасен йĕхĕсем Ахеменид йĕхĕнчи Перси патшисен аллине лекнĕ. Сакасен йăхĕсем Перси патшисене куланай тӳленĕ, çар валли арçынсене парса тăнă. Перси çарĕнче сакасем грексемпе перси хушшинчи вăрçăсене хутшăннă. Сăмахран каласан, Марафон патĕнчи çапăçăва та вĕсем хутшăннă пулнă.

Перси империне Александр Македонски çĕнтерсе илнĕ хыççăн сакасен пĕр ушкăнĕ Селевки ăрăвĕн çĕрĕсем çине кĕрсе кайса Пархи патшалăхне йĕркеленĕ çĕрте самай ӳсĕм кӳнĕ.

Тепĕр ушкăнĕ Дрангиана çитсе ăна йышăннă, Сакастан (Иран тата Афганистан шутне кĕрекен Систан тăрăхĕнче вырнаçнă пулнă) патшалăхне туса хунă.

Чи паллă палăксем шутне Тегискен тата Уйгарак вилтăпри вырăнĕсем, Чиликтин Иссык улăп тăприсем.




#Article 352: Çичшу (151 words)


Çичшу, — Тĕп Азинчи географи тăрăхĕ. Хальхи вăхăтра вăл Казахстан, Киргизи тата Китай çĕрĕсем шутне кĕрет. Çичшу шутне Тянь-Шаньăн çурçĕр айăккисем тата вĕсенчен юхса тухакан юханшывсен айлăмĕсем кĕреççĕ. Хĕвеланăç еннеле Каратай хребечĕ тарин (Чу тата Талас юханшывĕсен айлăмĕсен ун шутне кĕреççĕ) тăсăлать. Çурçĕр енчен Балхаш кӳлĕ тарин сарăлать. Хĕвелтухăç енелле Джангари тарин (Или юханшыв таран) çитет.

Çичшу — Вăтам Азири цивилизацин вырăнĕ. Кунта пирĕн эрăччен 1 пинçулăх хушшинче сакасем, пирĕн эрăччен II ĕмĕртен пуçласа V ĕмĕрччен усуньсем пурăннă. VI ĕмĕр варринче кунта Хĕвеланăçри Тĕрĕк каганачĕ йĕркеленнĕ. VIII ĕмĕрте (758 çулччен) тĕркешсен, каркулсен (766-940) патшалăхĕсем йĕркеленнĕ. X ĕмĕр варринче ку çĕрсем Караханидсен патшалăхĕ шутне кĕнĕ. 1130-мĕш çулсенче кунта Каракатай патшалăхĕ йĕркеленнĕ. XIII ĕмер пуçламăшĕнче кунта тутар-монголсем пырса килнĕ.

XIX ĕмĕр варринче Раççей империйĕ шутне кĕнĕ. 1867 çултанпа кунта Çичшу облаçĕ йеркеленнĕ. 1922 çулта ун ятне Джетысу облаçĕ çине улăштарнă. 1924-1925 çулсенче ку çĕрсен ытларах пайĕ Казах АССРне, пĕчĕк пайĕ Кара-Кăркăс АОне кĕнĕ.




#Article 353: Джон Рональд Руэл Толкин (114 words)


Джон Рональд Руэл Толкин (акăл. John Ronald Reuel Tolkien), — акăлчан çыравçи, чĕлхе тĕпчевçи, филолог. 1892 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче КАРти Блумфонтейн хулинче çуралнă. 1973 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче Оксфордра вилнĕ. Джон Толкин — тĕнчипе паллă «Çĕрĕсен лорчĕ» (The Lord of the Rings) трологийĕн, тата ытти фэнтези шайĕнчи ĕçсен авторĕ. Унăн ĕçĕсене кăмăллакансем ăна çавăн пекех Профессор теççĕ.

Джон Рональд Руэл Толкин КАРти Блумфонтейн хулинче çуралнă. Кунта унăн ашшĕпе амăшĕ вăл çуралас умĕн çĕç килнĕ пулнă. Ку çĕре ашшĕне, Артура, ĕç шайĕнче çӳле хăпартипе çыхăннă пулнă. 1895 çул пуçламăшĕнче ача Африка çанталăкне япăх тӳснĕ пирки Толкин амăшĕ тата унăн шăллĕ Хилари тата вăл Англине каялла таврăнаççĕ.

Рональд Толкин фэнтэзи шайĕнчи литература ĕçĕсене пуçарса яраканĕ шутланать.




#Article 354: Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович (105 words)


Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, (1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕ, Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕ - 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕ, Мускавра вилнĕ, Шупашкарта пытарнă) — «Чăвашкино» студин йĕркелевçи, режиссёрĕ, актёр, драматург, киносценарист, çыравçă, тăлмач. 

СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1933 ç.), РСФСР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ.

Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Иоаким Степанович чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенсенчен пĕри.

Иоаким Степанович çак пьесăсене çырнă: «Хум» (1924), «Сатурпа Илем» (1933), «Атăл кĕввисем» (1933), «К. Иванов» (1950), «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан» (1950), «Урнă самана» (1958).

Вăл 10 ытла кĕнеке çырса кăларнă.




#Article 355: Теччĕ (109 words)


Теччĕ (, Тăмтуçи — авалхи çăлкуçсенчен), — Тутарстанри хула (1781 çултанпа), Теччĕ районĕн администраци вырнаçнă вырăнĕ.
н
Хула Атăл хĕрринче, Хусантан 180 çухрăмра вырнаçнă.

Вырăс çул çырăвĕсенче асăннă Темтюзи ят пăлхар-чăваш чĕлхинчен тухнă, пулас. Пăлхарсем Темтюзи ларакан çырана хăйсен чĕлхипе  тăм ту çийĕ,  тăм ту çи е  кĕскен тăмтуç тенĕ. Вара çав сăмах кăшт улшăнса вырăссен темтюзи-йĕ пулса тăнă, каярах Темтюзи ятран  Тетюши ят пулса кайнă.
Кун çинчен Сувар хаçатăн 19(801) номерĕнче вулама пулать.

Теччĕ Атăлçи чăваш-пăлхарсен чи авалхи хулисенчен пĕри. Ăна Аслă Пăлхарпа пĕр вăхăтрах никĕсленĕ теме пулать. Аслă Пăлхар Атăл шывĕн сулахай çыранĕнче, шыв юххинчен аяккарах сарăлса ларнă. Теччĕ вара ăна хирĕç, Атăлăн сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ вырăнта.




#Article 356: Чапаев Василий Иванович (226 words)


Чапаев Василий Иванович, — граждан вăрçин паттăрĕ, Хĕрлĕ Çар çарпуçĕ, Пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçине хутшăннă. 1887 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче малтан Шупашкар вырăнĕнче ларнă Будайка ялĕнче çуралнă пулнă. 

Чапаев 1887 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче (нарăс, 9) Хусан кĕпернийĕн Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче (халĕ Будайка Шупашкар хулине кĕрет), пуянах мар хресчен çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Иван Степанович — хăш-пĕр хыпарсем тăрăх, ирçе йăхĕнчен, амăшĕ — Екатерина Семёновна — вырăс. Калас пулать, аслашшĕ, Степан Гаврилович, арăмĕ вилсен иккĕмĕш хут авланнă, çапла вара чăваш Чапаевĕсен йăхне пуçласа янă. Василий çемьере улттăмĕш ача пулнă. 

Тантăшĕсем ăна Ваçă Чапай тесе чĕннĕ.Вăл вăрçăлла выляма юратнă, ачасем ăна яланах командир пулма суйланă.  Ваçă икĕ çул Шупашкарти мăнастир шкулĕнче вĕреннĕ. Вĕрентекенĕ Иван Михайлович Гребенщиков каласа панă тăрăх, вăл тавçăруллă та маттур пулнă. Çемйи питĕ чухăн пурăннă пирки вĕсем пӳрт тăррине те витеймен. Ашшĕ Иван Степаныч каланă:тимĕрпе витес килмест, шалтăртатать вăл , кĕленчепе витĕп ак,- тесе шӳтленĕ. Каярахпа Чапайсем Самар кĕпернин Николаев уесĕнчи Балаковăна куçса кайнă. 

Иван Степанович ывăлне чиркӳ прихут шкулне вырнаçтарать. Шкула укçа-тенкĕпе Ваççăн куккăшĕ пулăшса тăнă пулнă. Чапайсен ăратĕнче чиркӳ ĕçтешĕсем пулнă, çавăнпа та Ваççăна та çак çул çине тăратасшăн тăрăшнă, анчах та пурнăçурăх сукмакпа сулăннă. .

Февраль революцине Сарăтури хоспитăльте кĕтсе илет; 1917 юпан 28-мĕшĕнче РСДРП(б) ĕретне кĕрет.

Тăван ачисем:

Шупашкарта 1974 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче унăн музейне уçнă.

Самарта ăна чысласа 1926 çулта урампа лапама ят панă.

Мускавра Чапаев тăкăрлăкĕ пур.




#Article 357: Акира Куросава (160 words)


Акира Куросава, — япун кинорежиссёрĕ, продюсерĕ, сценари çыраканĕ, паллă режиссёрсенчен пĕри. 1910 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Японири Токио хулинче çуралнă. 1998 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче çавăнтах вилнĕ.

Исамупа Сима Куросавасен çĕмьинче Акира чи кĕçĕн ачи пулнă. Хăйĕн ачаллăхĕнчех вăл ӳнерпе кăсăкланнине асăрханă, ăна кайран, çитĕнсен, «Досюся» ятлă Хĕвеланăç евĕрлĕ ӳкерме вĕрентекен шкулта анлăлатнă. Ăсталăхĕ унăн пысăк пулнă, «Сейбуцу» ятлă ӳкерчĕкне 1928 çулта «Ника Экзибишин» куравра вырнаçтарнă. Колледжа кĕреймен пирки, вăл кинора хăйĕн çулне тупас тенĕ. Малтан чапа тухнă «Фото кемикл лабораториз» киностудире ĕçлекен Кадзиро Ямамото (Kajiro Yamamoto) режиссёр пулăшаканĕ пулнă.

Çичĕ çул ăна пулăшса ĕçленĕ хыççăн вăл пĕрремĕш «Дзюдо ăсти» (Sugata Sanshiro, 1943) кинокартинăна ӳкерме май тупнă. Ун валли сценарине те хăйех çырнă. Кинокартина XIX ĕмĕрте дзюдо епле аталанни çинчен каласа панă пулнă. Ун хыççăн вăл тепĕр вунă кинокартина ӳкернĕ. Вĕсен шутĕнче: «Чи хитрисем» (Ichiban utsukushiku, 1944), «Дзюдо ăсти II» (Zoku Sugata Sanshiro, 1945) тата «Усĕр Пирĕшти» (Yoidore tenshi, 1948). Ку Тосиро Мифуне çамрăк актёрпа пĕрле хатĕрленĕ пĕрремĕш ĕçĕ пулнă.




#Article 358: Флодден патĕнчи çапăçу (177 words)


Флодден патĕнчи çапăçу, — Итали вăрçисен тапхăрне кĕрекен Англипе Шотланди хушшинчи çапăçу. Çапăçăва Шотланди çарĕ выляса янă.

Генриха VIII акăлчан патши 1513 çулта Францине тапăнса кĕнĕ хыççăн Шотланди авалхи килĕшĕве пула ăна хирĕç вăрçа тухнă. 1513 çулхи çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче Иаков IV патша ертсе пынипе Шотландин пысăк çарĕ Англи чикки урлă каçнă. Хăш-пĕрисем шутланă тăрăх вăл çарта 60 пин патнелле çын пулнă. 

Шотланди çарĕ чикĕ хĕрринчи Норхэм, Уарк, Форд, Итал замоксене питĕ хăвăрт тытса илнĕ, анчах та тăшман çĕрĕсем ăшне ытлашшиех кĕрсе каясшăн пулман. Иаков IV Франци умĕнче килĕшĕве тытни çинчен пĕлтересшĕн пулнă пулас, пысăк вăрçа пуçласшăн пулман. Анчах та акăлчансем урăхла шутланă пулнă. Генриха VIII Францине каяс умĕн çурçĕр енчи чиккисене пултаруллă Сурей графне, Томас Говарда шанса хăварнă пулнă. Çумăрлă сăнталăк тăнă пулсан та, Томас Говард кĕске хушăра чылай халăх пухма ĕлкĕрнĕ, вĕсемпе шотландсене хирĕç тухнă.

Ку çапăçура выляса яни Шотландине Итали вăрçинчен самайлăха кăларнă. Иаков IV вилнĕ хыççăн, çĕнĕ патша Иаков V çитĕнсе çитменни пирки Шотландире хирĕçӳсем пуçланнă. 

Акăлчан çарĕсен пĕлтерĕшĕ вăйлă ӳснĕ. Ăна пулах Генриха VIII Европăра ыттисене пăхăнмасăр анлăн хăйĕн политикине ертсе пынă.




#Article 359: Туçи Мари районĕ (401 words)


Туçи Мари райо́н (, )  — Мари Эле (РФ) кĕрекен администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район). Мари Элĕн кăнтăр-анăçĕнче, Атăлăн сылтăм тата сулахай енĕсече вырнаçнă.

Районăн сылтăм çыран пайĕ (Туçи енĕ) сăртлă таткаланса пĕтнĕ çĕр пулать Атăла юхса кĕрекен: Сăр, Сумка, Мăн Юнка, Кĕçĕн Юнка, Кĕçĕн Сундырка, Мăн Сундырка шывĕсене палăртмалла. 

Атăл лешьенĕнче (Улăх енĕ) пĕр пек айлăмсем. Районăн çак пайĕнче  вăрман, кӳлĕ тата шурлăх, Атăла юхса кĕрекен пĕчĕк юхан шыв чылай.

Администраци центрĕ — Чикмĕ хули (район шутне кĕмест).

Туçи мари районĕ Мари Эл республикин кăнтăр-анăçенче вырнаçнă, Юринпа Килемар районĕсемпе, анăçра Чулхула облаçĕн, Воротын районĕпе, кăнтăр енче Чăваш Енпе чикĕ тытать. Районăн чылай пайĕ Атăлăн сылтăм çыранĕнче, хăш çĕрĕсем Атăлпа Ветлугăн сулахай енче выртаççĕ.

Ту Мари районĕнче 28400 çын пурăнать. 14 ял тăрăхĕ, 242 хула-ял. Халăхăн 70% ял хуçалăхĕнче ĕçлет.

Кĕнекере çармăссем пирки çапла палăртнă: Вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăннă, никама та пăхăнман, тем тусан та хăйсен политика хăй тĕллĕхне упрама тăрăшнă.   
  
Марисен çĕрĕсене пĕрмаях колониленĕ тата халăха христос тĕнне кĕртнĕ. Акă Ветлужский летописец пĕлтерет: 1114 çулта Новгородăн тыткăнри çыннисем çармăссен Вятка çинчи Кокшар (Кăкшăр) хулине çĕнтерсе илнĕ те ăна Котельнич ят панă, çармăссем вара Юнгăпа Ветлугапатне куçса кайнă... Малашне тури ветлуга çĕрĕсене 1247 çултанпа- Александр Невский, 1280 çултанпа - галич кнеçĕсем, 1393 çултанпа – Чулхула тытса тăнă. Анат Ветлуга тăрăхне улăх мари халăхне хăварнă, çакна 1497 çулхи карттă çинче кăтартнă. Çаплах туçи марисен Сăр лешьен çĕрĕсене вырăссем тутарсем киличченех колониленĕ, çавăнпа та вĕсене Москови пăхăнăвне кĕртнĕ. Туçи çармăссене çĕнĕ çĕрсемшĕн харçăна тухма килĕшменшĕн патша кунтан куçарнă.
   
Çав вăхăтра Цепель хӳтĕлевĕ (халĕ Чулхула облаçĕн Васильсурск паççулки) çармăс кнеçĕсен резиденцийĕ пулнă.  

Района 1921 çулхи кăрлачăн 15-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Районта пурĕ 38 шкул. Вĕсенчен пуçламăш шкулсем 16, пĕтĕмĕшле вĕренӳ шкулĕсем — 9, вăтам шкулсем — 13. Çавăн пекех 2 кĕвĕ шкулĕ, 12 ача-пăча сачĕ, 38 клуб, 26 вулавăш, Н.В. Игнатьев ячĕллĕ литературăпа ӳнер музейĕ, Туçи мари республика театрĕ, ДЮСШ, 14 спортзал, 22 стадион, 27 спорт площадки, «Наргиз» турбаза, 3 пульница, 5 тухтăр амбулаторийĕ, 33 фельдшерпа аккушер пункчĕ пур.

Туçи мари чĕлхи Мари Эл республикинче патшалăх статусĕнче шутланать. Пĕрремĕш литература ĕçĕсене çак чĕлхепе XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче хайланă. Вĕсене Чун-чĕмлĕх Православи шкулĕсенче Хусанпа Чулхулара вĕренекенсем çырнă. 1767 çулта пичетленĕ сăвви халиччен упранса юлнă. Ăна ода стилĕпе II Кĕтерне арăм-патша Хусана пыни пирки ăсталанă.   

Туçи мари чĕлхин пĕрремĕш грамматики 1844 çулта Финляндире тухать. Унăн автăрĕ Матиас Алексантери Кастрен (1813–1852).

Ăна латтинла çырнă. ХIХ ĕмĕрте туçи мари чĕлхинче букварьсемпе чиркӳ кĕнекисене хатĕрленĕ. Кедров букварĕ (1867) чи чапли шутланать. 




#Article 360: Йĕлтĕр (164 words)


Йĕлтĕр — юр тăрăх çӳремелли япала. Йĕлтĕр икĕ 150 — 200 сантиметр тăршшăллĕ йывăçран, е пластикран тунă, пуçĕсене шĕвĕрлетнĕ пластинка евĕр. Икĕ вăрăм (150 — 200 сантиметр), йывăçран е пластикран тунă пластинкасен, ĕсен пуçĕсен çивĕчленнĕ пулаçĕ. Урана йĕлтĕр çине çыхса çирĕплетеççĕ, хальхи вăхăтра çирĕплетме ятарлă пушмак усă кураççĕ. Йĕлтĕр юр тăрăх лайăх шунă пирки унпа юр тăрăх çӳреççĕ. 

Йĕлтĕре çурçĕр халăхĕсем сивĕ çанталăклă вырăнсене куçнă хыççăн шутласа кăларнă. Вăл вырăнсенче пурăнмашкăн çынсен юр тăрăх çӳремелле пулнă, хăш-пĕр чух юрĕ питĕ тарăн пулнă. Чи малтан, йелтĕрсене щутласа кăларас умĕн, юр тăрăх утмалли хатĕре, шутласа кăларнă тесе шутлаççĕ. Вĕсен пусмалли лаптăкĕ самай сарлакарах пулнă, урана юр ăшне путма паман. Теприсем çавăн пекех йĕлтĕре çунаран тунă тесе шутлаççĕ.
  
XIX ĕмĕр вĕçĕнче — XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕлтĕр спорчĕ аталанма пуçланă. Спорт йĕлтĕрĕн вăрăмĕшĕ 170-220 см., сарлакĕшĕ 5-8 см. Вал йĕлтĕрсене çарта усă курма пуçланă. Вăл вăхăтрах йĕлтĕр патаккисене шутласа кăларнă.

Йĕлтĕр спортне икĕ пысăк ушкăн уйăрма пулать:

Туçи йĕлтĕрĕ — ту сăртĕнчен тата туçи йĕлтĕр спортĕнчи йĕлтĕр тĕсĕ.




#Article 361: Нурлат районĕ (144 words)


Нурлат районĕ (Октябрьски районĕ), — Тутарстанăн кăнтар енче вырнаçнă район. Район лаптăкĕ 2308,95 км2. Район пуçлăхĕ — Сибагатуллин Фатих Саубанович. Район администрацийĕ Нурлат хулинче вырнаçнă.

Кăнтăр енче район Самар тата Чĕмпĕр облаçĕсемпе, çурçĕр енче Аксу, Çарăмсан, Элкей районĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Район 25 ял тăрăхĕ çине пайланать. Районта 84 ял-хула вырнаçнă.

Районта пурĕ 60,7 пин çын пурăнать. Вĕсенчен хула çыннисем шутне 32,2 пин çын кĕрет. Пĕтĕм халăх йышĕнчен 52% — тутарсем, 27% — чăвашсем, вырăссем — 20%, ытти халăхсем шучĕ — 1%.

Районта çĕр айĕнчи пурлăхсем шутне нефть, бетонит тата керамзит тăмĕсем кĕреççĕ. Районти çĕрсем хура тăпраллисем шутне кĕреççĕ, вăрманпа çĕçĕнхир облаçĕсен кăнтăр енче вырнаçнă.

Район тăрăх Аслă Çарăмсан, Хăмтăрча тата ытти юханшывсем юхаççĕ.

Районта пурĕ 61 шкул пур. Çавăн пекех районта кĕвĕ шкулĕ, пулăшу шкул-интерначĕ, 99 № профессилĕ лицей пур. 

Ӗнекасси  Гайтан Кивĕ Чаллă Иглай Лачака  Салтакьел Тарăн Вар Уксăмлă Чие Ĕшни Якурккел Ялавăр




#Article 362: Чăваш Енри Етĕрне районĕн ял-хулисем (184 words)


Етĕрне районĕнче вырнаçнă ялсемпе хуласем.

Автанçырми, Алексеевка, Анат Ачак, Анат Мучар, Анат Пăрнаш, Анат Сăнар, Анатри Ирçе, Анатри Явăш, Аптăшкасси, Атликасси

Ваçкасси Янасал, Ванькушкăнь, Вăрманкас Асламас, Вăрманкас Етĕрне, Вăрманкасси, Вăрманкасси Янăм, Вăта Çĕрти Ирçе

Долина

Екатериновка, Еккĕмушкăнь, Етĕрне (ял), Етĕрне, Ештеккарем хуттăрĕ, 

Засурки, Заштранкă, Йăвански,

Йăмалăх, Йỹçпан, Йерхкасси

Иккĕмĕш Выççăлкă, Ильина Гора, Ирçе, Исампай, Исментер, Ишекасси

Кăкшăм, Кăмаккасси, Кăташ, Кĕçĕн Йĕкĕт, Кĕçĕн Пакăш выççăлки, Кĕçĕн Хăмаркка, Кĕçĕн Чураш, Кĕçĕн Чутай, Кĕçĕн Шемертен, Кĕçĕн Ямаш, Канаш, Карикасси, Качикасси, Кивĕ Тенĕм, Кивĕ Тинкеш , Кивъял Шăмăт, Килтĕш, Курски, Куславкка

Лапракасси, Ленинкасси, Лешкас Асламас, Липовка

Мăн Йĕкĕт, Мăн Пакăш, Мăн Сĕнтĕр, Мăн Чураш, Мăн Шеметрен, Мăн Явăш, Мăрсакасси, Метякасси, Моляк

Наснар, Никитин (ял), Никольски

Орапакасси, Орпа Павлово

Пăчанар, Пĕрçырлан, Пĕрремĕш Выççăлкă, Палтай, Пирĕнъял, Полянки, Пролетари, Пупăлькасси, Пушкарт , Пушнар

Сала, Сантикасси, Саръял, Советски, Совхозный, Станъяль, Сучково,

Çатра, Çăкалăх, Çĕнĕ Етĕрне, Çĕнĕ Тенем, Çĕнĕ Тинкеш, Çĕнъял Вăрманкасси, Çимекасси, Çоткасси, Çухра

Талуй, Тепте, Ту Пăрнаш, Тукас, Тури Ачак, Тури Ирçе, Тури Мучар, Тури Сăнар, Тури Тăрмăш, Турхла

Уйкас Асламас, Уйкас Чураш, Уйкас, Улăх Шăмат, Урпаш, Урташ

Хĕрлĕçыр, Хупахушкăнь, Хурамалăх, Хучаш

Чаканар, Чурпай

Шоркка

Элешкушкăнь, Эмекасси

Юмалăк, Юманай

Якурушкăнь, Яракасси.




#Article 363: Çурçĕр тинĕсĕ (122 words)


Çурçĕр тинĕсĕ(маларах  тата Нимĕç тинĕсĕ; , , , , , , ) — Европăн çурçĕр енчен вырнаçнă Атлантика океанне кĕрекен тинĕс. Хĕвелтухăç енче Норвегипе Дани çыранĕсем, хĕвеланăç енче Британи утравĕсем, кăнтăр енчен Германи, Нидерландсем, Бельги тата Франци çыранĕсем вырнаçнă.

Пысăк портсем: Гамбург, Эсберг, Роттердам, Лондон, Гамбург, Осло, Берген..

Балтикăпа (Скагеррак, Каттегат, Эресунн, Мăн Бельт, Кĕçĕн Бельт проливсем тăрăх уйрăлса тăрать) Норвеги тинĕсĕсемпе тата Ла-Манш проливĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Çурçĕр тинĕсĕнче пулă нумай. Унта треска, сельдь, креветка, палтус тата ытти пулă тĕсĕсене тытаççĕ. Çурçĕр тинĕсĕнче çавăн пекех нефтьпе газ кăлараççĕ. Нефтье кунта XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсенче шыраса тупнă. Унтанпа вăл Норвегипе Аслă Британи валли энерги пурлăхĕсемпе тивĕçтерессипе пысăк шайра тăрать.

Кунсăр пуçсăр çурçĕр тинĕсĕ нумай патшалăхсене шыв тарăх çыхăнтарать, ун урлă карап çулĕсем иртеççĕ.




#Article 364: Хура тинĕс (151 words)


Хура тинĕс (, , , , , , , , ) — çĕрсем хушшинче вырăнаçнă, Атлантика океанĕпĕ çыхăннă тинĕс. Шывĕ тăварлă. Тинĕс Раççей, Украина, Грузи, Турци, Болгари тата Румыни çыранĕсем хушшинче вырăнаçнă. Хура тинĕс тăрăх Европăпа Пĕчĕк Ази хушшинчи чикĕ иртет.

Лаптăкĕ — 422 000 км², чи тарăн вырăн — 2210 метр. 150 метртан аяларах сероводород кăна, çавăнпа та унран тарăнрах вырăнсенче нимĕнле чĕрĕ чун та пурăнмасть.

Тинĕс Босфор проливĕ тăрăх Мрамор тинĕсĕпе, Керчь тинĕс пырĕ тăрăх Азов тинĕсĕпе çыхăннă.

Грексем ку тинĕсе Понт Аксински ( Япăх кĕтсе илекен тинĕс) тенĕ. Каярахпа, тинĕс çыранĕсене тишкерсе тухнă хыççăн тинĕсе Понт Эвксински ят панă (Лайăх кетсе илекен тинĕс). Хальхи ячĕ сероводородран пулнă тесе шутлаççĕ. Якорьсем 150 метр аяларах самай вăхăт тăнă хыççăн хура тĕслĕ пулса ларнă. Çавна пулах тинĕсе моряксем хура ята панă.

Паллă портсем: Батуми, Бургас, Варна, Стамбул, Керчь, Констанца, Новороссийск, Одесса, Поти, Севастополь, Сочи, Сухум, Ялта.

Тинĕс хĕрринче курортсем питĕ нумай.




#Article 365: Кариб тинĕсĕ (140 words)


Кариб тинĕсĕ (, , , , , ) — Мексика пырĕнчен кăнтаралла вырнаçнă Анлантика океанне кĕрекен тинĕс. Лаптăкĕ 2 754 000 км². Чи тарăн вырăн — 7500 метр, Кубăпа Ямайка хушшинчи Кайман айлăмĕнче вырнаçнă.

Кăнтăр енче Венесуэла, Колумби, Панама патшалăхĕсемпе, хĕвеланăç енче Коста-Рика, Никарагуа, Гватемала, Белиз патшалăхĕсем тата Мексикăн Юкатан çурутравĕ, çурçĕр енче Пысăк Антиль утравĕсем (Куба, Гаити, Ямайка, Пуэрто-Рико) тата Мартиника утравĕ; хĕвелтухăç енче Кĕçĕн Антиль утравĕсем вырнаçнă.

Маракайбо и Ла-Гуайра (Венесуэла), Картахена (Колумби), Лимон (Коста-Рика), Санто-Доминго (Доминиканская Республика), Колон (Панама), Сантьяго-де-Куба (Куба)

Материк юханшывĕсем: Белен, Крикамола (Чирики лагунине кĕрет), Терибе тата Сиксаола, Чиррипо-Атлантико, Ревентасонтата Сан-Хуан (Коста-Рика), Индио, Пунта-Горда, Рио-Эскондидо тата Куринуас, Рио-Гранде-де-Метагальпа, Принсаполька, Бамбана, Кукалая, Уауа тата Коко (Никарагуа), Патука, Сико-Тинто, Агуан, Улуа и Чамелекон (Гондурас), Мотагуа тата Рио-Дульсе (Гватемала),  Белиз, Нью-Ривер, Рио-Ондо (Белиз).

Утрав юханшывĕсем: Кауто тата Саса (Куба), Артибонит тата Яке-дель-Сур (Гаити), Блэк-Ривер тата Милк-Ривер (Ямайка).




#Article 366: Психологи (109 words)


Психологи (гр. ψυχή — ăш-вар, логос — ăслăлăх) — ăстăна тĕпчекен (ăс-тăнăн ĕç пулăмĕсемпе кăсăкланакан) ăслăлăх. Психологие пĕрмай тенĕ пекех психиатрипе пăтраштараççĕ, иккĕмĕшĕ психикăн ĕçĕ-хĕлĕн пăсăлнине тимлет.

Психологи мĕне тĕпчени пирки нумай шухăшсем тĕл пулаççĕ. Ытларах ĕнтĕ психологи чуна-вара тишкерекен тĕпчевлĕх пулать теççĕ, анчах та çакăнтан чун тĕпчевĕсене аяккалла кăларса хураççĕ. Психологи çын хăйне мĕншĕн çапла е урăхла тытнине ăнлантарса парать (чĕрчунсен хăтланăвне этологи тĕпчет). Чун вырăнне психикă терминпа усă кураççĕ.

Çапах та, тĕслĕхрен, бихевиорисчĕсем çыннăн хăтланăвне ăнлантарма пултаракан, анчах та сăнама май çук улшăнса тăракан пысăккăшсене йышăнмаççĕ, вĕсем хăтланăва хăйне тата çак хăтланăва тулаш енчен уçса-татса палăртса пыракан ĕç пулăмĕсене тĕпчеççĕ.

Социаллă психологи хăй тĕллĕ уйрăмлă тĕпчевлĕх шутланать.




#Article 367: Апат-çимĕç (264 words)


Апат-çимĕç (çавăн пекех çимĕç е çиме) - питĕ кирлĕ япала. Тĕрĕс апата организм лайăх ирĕлтерсе йышăнать. Çавăнпа пĕрлех илемлĕ хатĕрлесе хунă тата тутлă шăршăллă апат çиес кăмăла çĕклет те, çын организмĕнче хырăмлăх сĕткенĕ ытларах тухма пуçлать.

Чĕрĕ организмсене апатланăвне кура икĕ ушкăна пайлама пулать: автотрофсем тата гетеротрофсем. Органикăлла мар япаласем - CO2, H2O тата ытти – автотрофлă организмсен (ӳсентăрансен) тĕп апачĕ шутланать. Фотоситез тата химоситез пулăшнипе органикăллă мар япаласене органикăллисене куçараççĕ: белок, çу, углевод. Çак виçĕ органикăллă япала вара гетеротрофлă организмсен ( хăш-пĕр ӳсентăрансен, чĕрчунсен, çынăн) тĕп апачĕ пулса тăраççĕ. Унсăр пуçне чĕрĕ чунсене витаминсем, тĕрлĕ кислотасемпе микроэлементсем кирлĕ.

Чĕрчунсене курăк çиекеннисем (ĕне, качака), ытларах аш-какайпа ӳсекеннисем (кашкăр, тигр) тата икĕ йышши апачĕпе те усă кураканнисем (упа) çине пайлаççĕ. Килти выльăх-чĕрлĕхе тăрантарнă чухне час-часах ятарласа хатĕрленĕ апатсемпе усă кураççĕ: комбикорм, йытă е кушак апачĕ.

Апат=çимĕç çынна вăй парса тăракан, сывлăхне упракан тĕп хатĕр пулса тăрать. Куллен çын 1-5 хут апатланать. Чăвашсем хушшинче ытларах чухне тăватă хут апат çиеççĕ: ирхи апат, кăнтăрлахи апат, кахал апачĕ (çăмăл апат, тукас апачĕ тата ытти те), каçхи апат. Хăш вăхăтра мĕн çиесси, апат вăхăчĕн ячĕсем тĕрлĕ вырăнта тĕрлĕ пулаççĕ.

Тĕпрен илсен, апат-çимĕçе темиçе тĕсе уйăрма пулать.

Хатĕр апат – пĕçерсе е урăхла майпа çиме юрăхлă тунă апат-çимĕç. Вĕсем тĕрлĕрен пулаççĕ: ача-пăча апачĕ, диета апачĕ, кĕленчеленĕ шыв, эрех-сăра, тутлă шывсем, чăмлаксем, çавăн пекех хатĕр апатсем шутне çурма хатĕр апатсем, тĕхĕм хутăшĕсем, биологи тĕлĕшĕнчен активлă хушăмсем кĕреççĕ.

Ялан тенĕ пекех апата малтан çиме хатĕрлеççĕ. Хăш-пĕр апата пĕçермесĕрех çиме пулать. Апат хатĕрлемелли майсем: пĕçересси, ăшаласси, пăшăхласси, хăпартусем.
Хатĕр апатсен тĕсĕсем: яшка, нимĕр, салат, соус, çăмарта хăпартни, ăшаланă какай, пудинг тата ытти те.




#Article 368: ЧППУн чăваш филологи факультечĕ (759 words)


Чăваш филологи факультечĕ, — И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн факультечĕ.

Педагогика университетĕнче чăваш филологи факультетне хамăр халăхăн мухтавлă çутавçи И.Я. Яковлев çуралнăранпа 150 çул çитнине халалласа аслă шкулăн 1998 çулхи пуш уйăхĕн 27-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн 1998 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçнă. Çавна май «чăваш чĕлхипе литература» специальноçа вĕренекен студентсене историпе филологи факультетĕнчен кăларса çĕнĕрен уçăлакан факультета куçарнă.

Факультет деканĕ пулма чăваш чĕлхипе литература кафедрин доцентне Александр Иванович Мефодьева çирĕплетнĕ. Çак ыйтупа аслă шкул  ректорĕ Г.С. Сидоров 1998 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче 88-мĕш приказ кăларнă. Факультетăн иккĕмĕш деканĕ – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Евдокия Александровна Андреева доцент. Вăл çак ĕçе 2004 çулхи ака уйăхĕнче пуçăннă.                

Чăваш филологи факультечĕн кăнтăрлахи уйрăмне çулсеренех 50 çын, куçăн мар уйрăмне 25 çын вĕренме илеççĕ. 1998 çулта факультетран 54 çамрăк вĕренсе тухнă, вĕсенчен 3-шĕ хĕрлĕ диплом илнĕ. 1999 çулта 56 çынран 9-шĕ, 2000 çулта 51 çынран 8-шĕ, 2001 çулта 51 çынран 6-шĕ, 2002 çулта 60 çынран 13-шĕ, 2003 çулта 54 çынран 8-шĕ, 2004 çулта 38 çынран 7-шĕ, 2005 çулта 44 çынран 5-шĕ, 2006 çулта 46 çынран 10-шĕ хĕрлĕ дипломсене тивĕçнĕ.

Хальхи вăхăтра факультетăн кăнтăрлахи уйрăмĕнче 224, куçăн мар уйрăмĕнче 137 çын вĕренет. Çав шутра республика тулашĕнчен килнисем 30-ăн, тӳлесе вĕренекенсем 10-ăн.

Педагогика институтĕнче вăл уçăлнă 1930 çултан пуçласах студентсене чăваш чĕлхипе литературине пултаруллă та ăста ăсчахсем вĕрентнĕ. Малтанхи тапхăрта пĕтĕмĕшле чĕлхе пĕлĕвĕ тата чăваш чĕлхи диалектологийĕ енĕпе Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе пĕлӳ илнĕ Тимофей Матвеев лекцисем вуланă. Каярахпа кунта И.Я. Яковлев шкулĕнчен вĕренсе тухнă филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем В.Г. Егоровпа С.П. Горский профессорсем, СССР педагогика ăслăлăхĕсен академийĕн  член-корреспонденчĕ, филологи наукисен докторĕ М.Я. Сироткин профессор, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ М.Ф. Чернов профессор,  И.И. Одюков профессор, И.П. Павлов, С.П. Юшков, В.Я. Канюков, А.С. Канюкова доцентсем тата ыт. те вăй хунă.
     
Хальхи вăхăтра педуниверситетри чăваш чĕлхипе литература тата чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрисенче пурĕ 19 çын ĕçлет. Çав шутра профессор - ăслăлăх докторĕсем - 3, доцент - ăслăлăх кандидачĕсем - 11, ăслăлăх степенĕсĕр доцент - 1,  ăслăлăх кандидачĕсем - 2, аслă вĕрентӳçĕ - 3, вĕрентӳçĕсем - 2. Степеньлĕ преподавательсен йышĕ 84 процент шутланать. Çав шутра - филологи ăслăлăхĕсен докторĕсем Л.П. Сергеев, Н.П. Петров,  Н.П. Метин профессорсем, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕсем А.Е. Горшков, А.И. Мефодьев,  Е.А. Андреева, Е.А. Лебедева доцентсем тата  Т.В. Денисова, А.Д. Ахвандерова, И.Г. Яковлева аслă вĕрентӳçĕсем, В.В. Павлов вĕрентӳçĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕсем З.С. Антонова, В.И. Игнатьева, Т.В. Артемьева, Г.Ф. Брусова доцентсем тата ыттисем те.

Факультет валли ăслăлăхпа педагогика кадрĕсене, тĕпрен илсен, чăваш чĕлхипе литература кафедрисем çумĕнче уçнă аспирантурăра хатĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче 8 аспирант кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Хальхи вăхăтра аспирантурăра 5 çын вĕренет. Вĕсен ăслăлăх ертӳçисем — филологи наукисен докторĕсем Л.П. Сергеев, Н.П. Петров тата П.Н. Метин.

Педагогсем ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне хастар хутшăнаççĕ. 2000-2004 çулсенче вĕсем 47 вĕренӳ кĕнеки, 1 хрестомати, 19 вĕренӳ пособийĕ, 3 монографи кăларнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 489 пичет листи, тиражĕ 310450 экз.

Халĕ ăсчахсем чăваш тата вырăс шкулĕсенчи пуçламăш тата вăтам сыпăкри классем валли чăваш чĕлхине вĕренмелли çĕнĕ кĕнекесемпе программăсем кăларас, шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче тăван пуплеве аталантарма тĕрлĕрен вĕрентӳ пособийĕсемпе хрестоматисем хатĕрлес ĕçре вăй хураççĕ.

Республикăри пĕрремĕш аслă шкул 1930 çултан пуçласа паянхи куна çитиччен чăваш чĕлхипе литературин пин-пин учительне хатĕрленĕ. Кунтан вĕренсе тухнисенчен нумайăшĕ Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕсем пулса тăнă. Хăшĕ-пĕрисем ертсе пыракан пысăк ĕçсенче вăй хунă. Сăмахран, Г.С. Сидоров республикăри Министрсен Канашĕн ертӳçин çумĕ, каярахпа педуниверситет ректорĕ пулса ĕçленĕ. М.Я. Сироткин профессор, наукăра тимленĕ вăхăтрах, республикăри Аслă Канашăн председателĕн пысăк тивĕçне пурнăçласа пынă. А.П. Айдак - Етĕрне районĕнчи çĕршывĕпе паллă «Ленинская искра» колхоз ертӳçи. Чăваш уйрăмне пĕтернисем хушшинче чаплă ăсчахсемпе ӳнер ăстисем йышлă. Тĕрлĕ çулсенче кунта чăваш халăх поэчĕсем А.Алка, В.Давыдов-Анатри, А.Галкин, халăх писателĕсем Илпек Микулайĕ, Хветĕр Уяр, Н.Терентьев, Юхма Мишши, паллă çыравçăсем Н.Дедушкин, Кăтра Мишша, Н.Чурпай, И.Тенюшев, Ю.Скворцов, В.Игнатьев, Г.Юмарт, Д.Гордеев, В.Станьял тата ыттисем пĕлӳ пухнă. Чăваш уйрăмне вĕренсе пĕтернисенчен нумайăшĕ хаçат-журнал редакцийĕсенче, культура учрежденийĕсенче ĕçлет.

Чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулма хатĕрленекенсем тĕрлĕ тапхăрта тĕп специальноçсăр пуçне хушма специальноçсем те туяннă. Пĕр вăхăтрах вырăс е ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентме ирĕк илнĕ. Халĕ, самана ыйтнине тивĕçтерсе, факультет çавăн патне каялла таврăнчĕ. Студентсем ку чухне «чăваш чĕлхипе литератури», «чăваш чĕлхипе литератури тата вырăс чĕлхипе литератури», «чăваш чĕлхипе литератури тата ют çĕр-шыв чĕлхи», «чăваш чĕлхипе литератури тата юриспруденци» специальноçсене вĕренеççĕ. Кунсăр пуçне вĕсем «чăваш чĕлхине вырăс шкулĕсенче вĕрентесси» специальноçа алла илеççĕ, çавăн пекех факультетра Практика журналистики специализаци пур.

Факультет çамрăкĕсем пултарулăх ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Кунта студентсен фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертӳçи - А.З. Федоров), ташă ушкăнĕ (ертӳçи - Г.В. Игнатьева хореограф), драма кружокĕ (ертӳçи – Н.И. Степанова) пур. «Хунав» литература пĕрлешĕвĕ ĕçлет (ертӳçи - Сантăр Аксар сăвăç). Хунавçăсем хăйсем çырнă хайлавсен тăватă пуххине (1998, 2001, 2003, 2005) пичетлесе кăларчĕç.

Факультетра виçĕ кафедра:

Унсăр пуçне факультетра чăваш диалектологи лабораторийĕ ĕçлет.




#Article 369: Чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедри (ЧППУн Чăваш филологи факультечĕ) (112 words)


Чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедри, — И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи Чăваш филологи факультетĕн кафедри.

Кафедра пуçлăхĕ — Игнатьева Валентина Ивановна.

Чăваш чĕлхи методикине тата тĕрлĕ факультетсенче чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçсен пахалăхне ӳстерес тĕллевпе 2004-2005 вĕренӳ çулĕнче факультетра чăваш чĕлхине вĕрентес меслетлĕх кафедрине уçнă.

Хальхи вăхăтра кафедрăра педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Артемьева Т.В. доцент, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Брусова Г.Ф. доцент, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Лебедева Е.А. доцент, Николаева К.И. доцент ĕçлеççĕ. Кафедрăна педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Игнатьева В.И. доцент ертсе пырать.

Меслетлĕх кафедринче ĕçлекен преподавательсен ăслăлăх тĕпчевĕсем, пĕтĕмĕшле илсен, чăваш чĕлхине тĕрлĕ вĕрентӳ заведенийĕсенче вĕрентессипе çыхăннă. Преподавательсенчен чылайăшĕ шкул учебникĕсен, вĕрентӳ пособийĕсен, учительсем валли хатĕрленĕ меслетлĕх кĕнекисен авторĕ.

Çавăн пекех кафедрăра ĕçлеççĕ:




#Article 370: Игнатьева Валентина Ивановна (167 words)


Игнатьева Валентина Ивановна, (1956 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕ, Çавалкас ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш Ен çур.) — чăваш ăсчахĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1998), доцент (2000). 

Канашри педагогика училищинчен (1976), Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш шкул учителĕсен хатĕрлекен факультетĕнчен (1980) вĕренсе тухнă. Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн пуçламăш шкул вĕрентекенĕ пулса 11 çул ĕçленĕ, çав шутра 9 çул Шупашкарти 43-мĕш вăтам шкулта вырăсла калаçакан ачасене чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. 1991 çулта В.И. Игнатьевăна Республикăри вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерекен института чĕнеççĕ, кунта вăл 2 çул хушши аслă преподавательте ĕçлет. 1993-1994 вĕренӳ çулĕнчен пуçласа Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вăй хурать: малтан чăваш чĕлхипе литература кафедрин аслă преподавателĕ, каярахпа — чăваш чĕлхи кафедрин доценчĕ. Ӗçленĕ хушăрах аспирантурăра вĕренет, 1998 çулта «Развитие чувашской устной речи учащихся школ с многонациональным составом (обучение грамматической стороне говорения на начальном этапе)» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.

В.И. Игнатьевăн тĕпчев ĕçĕсен тĕп теми — чăваш чĕлхине иккĕмĕш чĕлхе евĕр вĕрентмелли ĕç меслетлĕхĕ. Çак темăпа вăл 15 çул ытла ĕçлет, çав хушăра учительсемпе шкул ачисем валли 30 ĕçе яхăн пичетлесе кăларнă.

Шкул кĕнекисем:




#Article 371: Киев (580 words)


Киев () — Украина патшалăхĕн тĕп хули. Днепр юханшыв хĕрринче ларать. 

Археологи тĕпчев ĕçĕсем кăтартнипе Киев облаçĕнчи пурăну вырăнĕсем 15 000—20 000 çул каяллах пулнă.

Бронза ĕмĕрĕ тапхарĕнче кăнтăр-анăç территоринче шурă грудов культури ? пулнине кăтартнă. Энеолитпа (пăхăр ĕмĕрĕ) неолит тапхăрĕсене триполи культури палăкĕсем кăтартаççĕ, çак саманана тĕпчевçĕсем виççе пайлаççĕ: малти пирĕн эрăччен (4 500 — 3 500), вăтам (3 500—2750) тата кайри (2 750 — 2 000) çулсем.

Пирĕн эрăччен I пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче — I пинçуллахан пĕрремĕш пайĕнче Киевçумĕн çурçĕр-анăçĕнче Зарубинĕç культури аталанса пынă.

Хальхи Киев (хулипе облаçĕ) вырăнĕнче Тимĕр ĕмĕрĕнче чернях археологи культури (ăна çаплах «кейӳ культури» тесе палăртаççĕ) пулни паллă, унăн ӳсĕмĕ II—V ĕмĕрсенче анăç енчен Анат Потанавçи çеçенхирлĕ-вăрманлă çĕрĕсенчен пуçланса тухăçра Днепрăн сулахай çыранĕсемпе Чернигов çĕрĕсене çитиччен сарăлнă.

Хулана никĕслени çинчен пĕр халап çӳрет. Вăл халап тăрăх хулана Кий, Щек, Хорив тата вĕсен аппăшĕ Лыбидь V ĕмĕрте никĕсленĕ. Вăл полянсен тĕп вырăнĕ пулса тăмалла пулнă. Хула ятне аслă пиччĕшĕн ячĕпе панă.

Хулана никĕсленĕ çул шутне 482 çула усă кураççĕ. Пĕрремеш хут вара хулана хут çинче 862 çулта асăннă. Вăл хут тăрăх хулана 854 çулта никĕсленĕ тенĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Киев нимĕçсен тытăмĕнче авăн, 19, 1941 — чӳк, 6 1943 пулнă. 1941 çулта, çурла-авăн уйăхĕсенче Киев çумĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин чи пысăк çапăçăвĕсенчен (Киев çапăçăвĕ (1941))пĕри пулса иртнĕ.

Хӳтĕлев тапхăрĕнчи паттăрлăх кăтартнăшăн, 1961 çулхи çĕртме, 21 СССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе Киев хулине паттăр хула чыслăх ретне кĕртнĕ; 1965 çулхи çу, 8 СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ çирĕплетнĕ. 1991 раштав уйăхĕнчен Киев — ирĕклĕ Украина тĕп хули.

XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче 30 000 яхăн çын пурăннă. Халăх çырăвĕпе (2001) Киевра 2 611 300 пурăнакан пулнă. 

Киев Украинăн пысăк промăçлă тĕпĕ шутланать.
Хулара халăх хуçалăхĕн пур отраçлĕсем ĕçлеççĕ, апат-çимĕç те, самолёт тăваканĕ те.

Пысăк транспорт çыххи (чукун çулпа шоссе çулĕсем; юханшыв порчĕ; Борисполе тĕнче аэропорчĕ тата çĕршывăн шалĕнчи Жуляны аэропорчĕ). Машинă тăвакан пысăк тĕпĕ; металлурги, çăмăл, полиграфиллĕ промăçлăхсем. 1960 ç. 3 йĕрлĕ, 56,5 çм тăсăлăвлĕ метрополитен (çавăн пекех Киев метрополитенĕ вулăр).

Киевра 27 музей, 25 театăр тата театров-студи (сăмахран, Украинăн Т. Г. Шевченко ячĕллĕ наци опера театăрĕ).

Киев хули этеплĕхпе ӳнерлĕх палăкĕсемпе пуян. Вĕсенчен чи чаплисем: Ылтăн хапха, Софи соборĕ (XI ĕмĕр), Выдуб мăнаçтырĕ (XI в.), комплекс сооружений Киев-Печерă лаври (XI—XVIII ĕмĕрĕсем), Михайлов Ылтан тăрăллă мăнаçтăр, Берестари Спас чиркĕвĕ (XII ĕмĕр), Чĕрĕлӳ барокко, Энтри, Покров, Троица чиркĕвĕсем, Кловпа Мариин керменĕсем.

Вăрман, парк тата сад лаптăкĕ хулан лаптăкĕн çурри ытла пулать. Хула картинче икĕ ботаника сачĕ.

Киевне тĕрĕсех тĕнчери чи симĕс хулисенчен пĕри теççĕ (тахçан вăл чи симĕсси шутланнă). Çу уйăхĕнче, хăш çул кĕр кунĕсенче те, капăр чечекленекен Киев каштанĕсем хула симвăлĕсем пулаççĕ.

Пысăк кинотеатрсем: «Жовтень», «Киев», «Украина», .

Киев хули 10 районтан тăрать:

Днепрăн сылтăм енче:

Днепрăн сулахай енче:

Днепрăн сулахай çыранĕ:

Кий (кнеç), Çек и Хорив

Аскольдпа Дир — 864—882

Олег Вещий — 879—912

Игорь Рюрикович — 913—945

Ольга (Киев арăм кнеç) — 945—957

Святослав I — 957—972

Ярополк Святославич — 972—978

Владимир I Святославич (Креститель) — 978—1015

Святополк I Окаянный — 1015—1016,1018—1019

Ярослав I Мудрый — 1016—1018,1019—1054

Изяслав Ярославич — 1054—1068,1069—1073,1077—1078

Всеслав Полоцкий — 1068—1069

Святослав II Ярославич — 1073—1076

Всеволод Ярославич — 1076—1077,1078—1093

Святополк II Изяславич — 1093—1113

Владимир Всеволодович Мономах — 1113—1125

Мстислав Владимирович Великий — 1125—1132

Ярополк II Владимирович — 1132—1138

Всеволод II Ольгович — 1139—1146

Вячеслав Владимирович — 1146—1155 (только номинально, фактически — Изяслав)

Изяслав II Мстиславич — 1146—1149,1151—1154

Юрий Владимирович Долгорукий — 1149—1151,1155—1157

Ростислав Мстиславич — 1154—1155

Изяслав III Давыдович — 1157

Мстислав II Изяславич — 1157—1169

Хулан пĕрремĕш пуçлăхне 1835 çулта суйласа лартнă.

Совет тăрăмĕ (1943—1991)

Совет тапхăрĕ хыççăн (1992 çултанпа)




#Article 372: Шăрттан (171 words)


Шăрттан, — чăвашсем аш-какайран хатĕрлекен апат. 

Шăрттана сурăх-така какайĕнчен хатĕрлеççĕ. Хырăмлăха лайăх çуса тасатмалла, унтан ăна вĕри шывра вĕрилемелле, ăшне çĕçĕпе хырмалла, çавăн хыççăн каллех сивĕ шывра çумалла. Хырăмлăхран, шăтăк хăварса, пĕчĕкрех çаврашка михĕ çелемелле, унта сурăх-така какайне тултармалла. Ăна çапла хатĕрлемелле: какая 30-40 грамшар касмалла, унта вĕттĕн туранă ыхра, лавр çулçи, пăрăç тата тăвар хумалла, лайăх хутăштармалла та хырăмлăха тултармалла шăтăкне çыхмалла е çĕлемелле. Аш-какай тултарнă шăрттан тулашне кăштах тăварпа сăтăрмалла, тарăн тăм чашăка хумалла, çине витмелле те вĕри кăмакана хупса (вутă çунтарса кăларнă хыççăн) пĕçерме лартмалла. Икĕ каç лартмалла. Пиçсе çитнĕ шăрттана вĕрилле çиме пама юрать.

Шăрттана нумайлăха усрама тăваççĕ. Ун пек чух какая ытларах тăварламалла, ыхра хума кирлĕ мар. Пиçнĕ шăрттана тата темиçе кун хушши кăмакана ларта-ларта мĕн аш-какай сĕткенĕ тухма пăрахичченех типĕтмелле. Хутран-ситрен вĕри кăмакана лартса типĕтнĕ шăрттана чылайччен усрама пулать.
Вăхăтлă пиçнĕ шăрттана хăй халлĕн вĕрилле те, сивĕлле те, сив çупа ăшаласа та параççĕ, хытă типĕтнĕ шăрттанран яшкасем пĕçереççĕ. Шăрттана сулхăн, çил вĕрнĕ çĕрте усраççĕ.

Пĕр килограм шăрттан хатĕрлеме

Петĕр Хусанкайăн (1907-1970) Çуллахи каç сăввинчен (1946-1952):




#Article 373: Дюйм (104 words)


Дюйм (нидер. duim «пуç пӳрни»), — Британи/Америка виçи. 25,4 миллиметр вăрăмăш. Аршăнăн 1/28 пайĕ. Хӑшпӗр чухне дюйм вырӑнне (шӑп та лӑп виҫме кирлӗ мар тӑк) чӑвашла пӳрне те калама пулать, тӗслӗхрен юмахри «Пӳрнепи» хӗр ятӗнче ().

Юлашки вăхăтра Америкăран килекен техникăсемпе техника терминологийĕсене пула ку сăмах Раççейре самай пурнăçа кĕрсе пырать. Ку виçепе, тĕслĕхрен, тĕрлĕ компьютер хатĕрĕсен калăпăшĕсене виçеççĕ: дискетăсен, хытă дисксен, дисплейсен, т. ыт. «Дюймри пăнчăсен» (dpi) тата «дюймри йĕрсен» (lpi) виçисемпе тĕрлĕ кĕртсе кăларакан графика хатĕрсен анлăш пултараслăхне кăтартаççĕ. Телевизор приёмникĕн диагональне енчен те CCCР вăхăтĕнче сантиметрсемпе виçнĕ пулсан, халĕ дюймсемпе виçеççĕ.

Дюйм сăмаха Раççее Пётр I илсе килнĕ тесе калама пулать.




#Article 374: ДКХР йĕтре программи (200 words)


Ядерлă хĕç-пăшал хатĕрлес ĕçе 1970-мĕш çулсенче пуçланă. 1974 çулта ДКХР МАГАТЭ организацине кĕнĕ. Вăл çулах Пхеньян Китайран ядерлă хĕç-пăшал тума пулăшу ыйтнă. Çурçĕр Корея специалисчĕсене Китайри полигонсене кĕме ирĕк панă.

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче ПНОн хӳтлĕх канашĕ пĕр саслăн Çурçĕр Корейăна ултă енлĕ килĕшӳсем патне таврăнма ядерлă сирпĕнĕве иртермелле мар текен хӳтлĕх канаш председательĕн сĕнĕвне ырланă. Сĕнĕвĕн проектне Япони хатĕрленĕ. Тĕнче патшалăхĕсен Çурçĕр Корейăн ĕçĕсем çинчен татса парас шухăша хатĕрлеме вăл çине тăнă. Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Японин премьер министрĕ Синдзо Абэ Пекинпа Сеула çула тухнă. Çапла вара вăл КХРпа Китай хушшинчи дипломати çыхăнăвĕсене (пилĕк çул каялла пăрахнăскерсене) çĕнĕрен пуçланă. Китай ертӳçи Ху Цзиньтао Японипе килĕшӳсем тума хатĕр тесе пĕлтернĕ. Вĕсем шутне «Корея ыйтăвĕ» те кĕнĕ.

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче КХДР çĕр айĕнче ядерлă сирпĕнӳ иртернĕ. Корейăн тĕп телеграф агентстви çакна пĕлтернĕ: «Пирĕн тĕпчев уйрăмĕ çер айĕнче ăнăçлă ядерлă сирпĕнӳ иртернĕ. Çак ядерлă сирпĕнӳ историллĕ пулăм пулчĕ, пирĕн çарпа халăха талей илсе килчĕ. Ядерлă сирпĕнӳ Корея çурутравне тата унан çумĕнчи çĕрсем çине мирпе стабильность валли пысăк çитĕнӳ кӳчĕ».

Кăнтăр Корея пĕлтернĕ тăрăх ядерлă сирпĕнĕве Кильчжу хули патĕнче (Хамген-Пукто провинцийĕ) выранти вăхăтпа 10 сехет те 36 минутра иртернĕ.

Пĕтĕм тĕнчери малти шайра таракан патшалăхсем (вĕсем шутĕнче Раççейпе Китай /пĕрремĕш хут/) çак ядерлă сирпĕнĕве сивленĕ.




#Article 375: Тĕп йĕрлев тытăмĕ (109 words)


Тĕп йĕрлев тытăмĕ (ТЙТ, ), — ют патшалăхсенче хăйсен ĕçĕсене вĕсемпе килĕштермесĕр иртерме пултаракан американ ятарлă патшалăх хĕсмечĕ. Ăна 1947 çулта йĕркеленĕ.

ТЙТ ĕçне нумай илемлĕ фильмсенче тата романсенче сăнарласа панă. Тĕслĕхрен, Роберт Редфорд актер «Кондорăн виçĕ кунĕ» (Three days of the Condor, 1975) тата «Шпион вăййисем» (Spy Game, 2001) илемлĕ фильмсенче ТЙТ агентне вылянă.

ТЙТ экологи хĕçпăшалне тăвас ĕçе укçапа тивĕçтерсе тăрать. Çак пăшалпа урăх патшалăхăн экономикине сиенлес тĕллевпе унăн территоринчи экосистемисене пĕтерме пулать. Çакăн пек меслетпе 2010 çулхи çулла Раççее хирĕç сăтăр тунă, темелле. Пичетри пĕлтерӳсемпе, вăрмансене чĕртсе çунтарас пулаялăхне шутланă чухне Everglades Landscape model моделĕпе (çак ăслăлăх ĕç-пуçĕнче таркăн раççей ăсчахĕ А. Войнов хутшăннă) усă курнă.




#Article 376: Литва чĕлхи (307 words)


Литва чĕлхи (lietuvių kalba), — инди-европа чĕлхисен балтика ушкăнне кĕрекен чĕлхе, Литва патшалăх чĕлхи. Ытларах енĕпе латви чĕлхине çывăх.

Литвасăр пуçне тата Польшăра (2003 çулта 5,8 пин çын), Белорусире, Калининград облаçĕнче (18 пин), АПШра (660 пин çынран 38,3 пинĕ) литва чĕлхипе калаçаççĕ. 2002 çулхи перепись тăрăх Раççейре литва чĕлхипе калаçакан 49 пин çын пурăнать. Тĕнчипе вара пурĕ 3 миллион çын ытла.

Литва чĕлхи çинче кивĕ индо-европа чĕлхин грамматикин нумай йĕрки сыхланса юлнă. Çавăнпа та унпа чĕлхе тĕпчевçисем кăсăкланаççĕ.

XVI ĕмĕртен пуçласа латин алфавитне усă кураççĕ. 1860-мĕш çулсен иккĕмĕш çур ĕмĕрĕнчен пуçласа кириллицăна усă курма тăрăшнă (а, б, в, г, д, е, ж, з, и, к, л, м, н, о, ô, п, р, с, т, у, ц, ч, ш, щ, ь, , ю, я, io, iô, й, ў), анчах ку ĕç ăнăçлах вĕçленмен. 1901—1905 çулсенче алфавитра  улшăнусем пулса иртнĕ. Хальхи литва чĕлхин алфавитĕнче 32 саспалли:

Икĕ тĕп дилект уйăраççĕ:

Литва чĕлхинче 12 уçă сасă. Уçă сассисене вăрăммăн каланине диакритикăллă паллăпа (nosinė (самсăлă) —  ą, ę, į, ų саспаллисем айĕнче çекĕл) кăтартаççĕ. Авал ку сасăсене поляк чĕлхинчи пек сăмса витĕр каланă.

	Пысăккисем
	A Ą
	E Ę Ė
	I Į Y
	O
	U Ų Ū

	Пĕчĕккисем
	a ą
	e ę ė
	i į y
	o
	u ų ū

	ТФА
	a aː
	ɛ ɛː eː
	i iː iː
	o
	u uː uː

Пысăккисем
B C Č D F G H J K L M N P R S Š T V Z Ž 

Пĕчĕккисем
b c č d f g h j k l m n p r s š t v z ž

ТФА
b ts ʧ d f g ɣ j k l m n p r s ʃ t ʋ z ʒ

Литва чĕлхинче 6 падеж тата нумай флекси пур. Латин чĕлхин грамматикине асаилтерет. Камăнлăх падежĕнче усă курнă сăмахсем паллă ятсем вырăнĕнче тăраççĕ. 

Тĕслĕхсем:

Литва чĕлхинче артикль çук. 




#Article 377: Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă (185 words)


Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă, — 1846-1848 çулсем хушшинчи АПШпа Мексика хушшинчи вăрçă. Мексикăра ку вăрçăна Çурçĕр Америкăн интервенцийĕ (çавăн пекех 47-мĕш çулхи вăрçă) теççĕ.

АПШ Техаса аннексиленĕ хыççăн Мексикăпа АПШ Техасшăн хирĕçме пуçланă. Мексика Техаса çухатнипе килĕшмен, ăна каялла тавăрассишĕн кĕрĕшме пуçланă, хăй Техаса вара пăлхавлă провинци шутне кĕртнĕ. Вăрçăн тĕп сăлтавĕсем çаксем пулнă: хĕвеланăç енелле нумай американсем куçма пуçлани, Мексикăри политикă арпăшăвĕ тата Мексика ирĕклĕхĕшĕн вăрçи пĕтнĕ хыççăн Мексика правительстви аякри çурçĕр çĕрĕнчи ĕçсене ертсе пымашкăн вăй çухатни. Техасра пурăнаканнисем ку вăрçăпа килĕшнĕ. АПШра ку вăрçăпа демократсем ытларахăшĕ кирешнĕ, вигсен ытларахăшĕ вара килĕшмен. Мексикăра ку вăрçăна нацин мăнаçлăхĕшĕн çапăçу вырăнне кĕртнĕ.

Нумайăшĕ ку вăрçă урлă АПШ Мексика çĕрĕсене туртса илсе хăйсен ирĕкпе демократине сармалли ятарлă миссине пурнăçа кĕртмешкĕн усă курнă тесе шутлаççĕ.

Вăрçă хыççăнхи пĕтĕмленӳсене пăхсан çакă курăнать: АПШна Мексикăн Тури Калифорни тата Çĕнĕ Мексика çĕрĕсем куçнă (вăл çĕрсем çинче халĕ Калифорни, Нью-Мексико, Аризона, Невада тата Юта штачĕсем вырнаçнă). Вăрçă хыççăн американ политиксем темиçе çул хушши канашланă хыççăн 1850-мĕш çулхи компромиса йышăннă. Ун тăрăх Калифорни çеç раблăхран ирĕклĕ юлнă. Мексика вара вăрçă хыççăн урăх çĕрсене çухатас мар тесе çурçĕр çĕрсен колони политикипе ĕçлеме пуçланă.




#Article 378: Пĕрлĕх (221 words)


Пĕрлĕх — пĕрлĕ интерессемпе, хаклăхсемпе тата тĕллевсемпе çыхăннă çынсен группи (ушкăнĕ).

Этем пĕрлĕхĕсене çынсем  хушшинчи хутшăнусен (пĕрлĕхри хутшăнусен) субъектсем хушшинчи хутшăнусен нумайлăхĕ пек çырса кăтартакан моделĕ тесе пахалаççĕ. Социаллă ăслăхсенче, пĕрлĕх пĕтĕмĕшле тăтăшах  стратификацие демонстрацилет. Пĕрлĕх — индивидиум, группа тата институт çийĕнчи çынсен пĕрлешĕнĕвĕ, вăл тĕрлĕ тĕслĕ социаллă дифференциаципе ĕçе валеçнипе палăрса тăрать. 

Пĕрлĕхе чылай йĕрĕпе пахалама пулать: тĕслĕхрен,  наци енĕпе: франс, раççей, нимĕç; патшалăх тата  культура енĕпе; территори тата вăхăт енĕпе; производство мелĕпе т. ыт.

Çав вăхăтрах пĕрлĕх социаллă пĕрлелĕх мар, çак ăнлав хăйĕн калăпăшĕпе çав тери анлă, ăна, чи малтанах, биологилле мар хăйне хăй çуратса тăвакан социаллă механизмсем кĕреççĕ. Çак ĕнтĕ пĕрлелĕх, пĕрлĕхпе танлаштарсан, иккĕмĕшле маррине палăртать, пĕрлĕх социаллă пĕрлелĕхрен çитĕнет. Хăйĕн пĕр ятлă ĕçĕнче Ф. Тённис, К. Маркс ĕçĕсене тĕпчесе  хамăрйăш пĕрлĕхрен пĕрремĕшле пулнине кăтăртса панă.

Пĕрлĕх, феноменологи ăнлавĕнче — mens intensas (ăс-тăн, хăй ăшĕнчи шухăш) — пирĕн ăс-тăнлăхпа ăс-хакăлра çырăнса юлнă темĕн чухлĕ пĕрлĕх тĕнчисем.

Пĕрлĕх, çутçанталăк евĕрле пăхсан — res extensas (вĕçĕ-хĕррисĕр япаласем) — пĕр-пĕринпе чăннипех объектлă хутшăнусенче тăракан физика тата биологи ĕскерĕсен нумайлăхĕ.

К. Маркс хăйĕн ĕçĕсенче пĕрлĕхĕн тупсăмне кăтартса парать. Унăн шухăшĕпе, тупсăм çынсенче хăйсенче мар, вĕсен хăйсен ĕçĕ-хĕлĕнче пĕр-пĕринпе хутшăннисенче. Пĕрлĕх, К. Маркс шухăшĕпе, пĕрлĕхри хутшăнусен нумайлăхĕнче.

Патшалăх – вырăн тытса тăракан, хăйĕн система управлени тата суверенитет пулнă обществăн политик сăрĕ. Сăмах политик кнекесенче усă кураçĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере 200 ытла патшалăх вырнаçнă.




#Article 379: Патшалăх (189 words)


Патшалăх, – уйрăм управлени системиллĕ, тулашпа вырăнти пăхăнманлăхлă пĕр лаптăка тытса тăракан обществăллă политика системи. Сăмаха уйрăмах политика тата право шайĕнче усă кураçĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере 200 ытла патшалăх вырнаçнă.

Хальхи вăхăтра ăслăлахра та тĕнче хушшинчи правăра та ку термина пурте йышăнакан ăнлав çук.

Тĕнче шайенчи чи пысăк ПНО организаци те ку терминăн тĕнче хушшинчи ăнлава палартма пултараймасть. ПНО хăйĕн вырăнне ку ыйту тăрăх ак çапла палăртать: «Çĕнĕ патшалăха е правительствăна палăртасси — ку ĕçе килĕшсе е килешмесĕр патшалăхсемпе правительствăсем кăна тума пултараççĕ. Ытларах чухне ку çав патшалахпа хутшăнусем тытса тăма хатĕррине палăртать. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ — патшалăх та, правительствă та мар, çавăнпа та вăл ку ĕçе тума пултараймасть.»

Патшалăх ăнлава палăртма пултаракан хутсен шучĕ сахал. Вĕсенчен пĕри шутне Монтевидео конвенцийĕ кĕрет, ăна 1933 çулта Америкăри темиçе патшалах алă пусса çирĕплетнĕ. Раççей те, СССР та вăл хута пусса çирĕплетмен.

Ку икĕ сăмах пĕлтерĕшĕ пĕрех пулсан та официаллă хутсенче патшалăх сăмаха усă курмалла. Кăна çирĕплетме ятарлă хушу та кăларнă.

Патшалăх йĕркелĕвĕн тĕп сăлтавĕсене халĕ те тĕплесе кăтартман. Темиçе теори пур пулсан та вĕсенчен нихăшĕ те чи тĕрĕсси шутне кĕреймест. Чи авалхи патшалăхсем Çывăх Хĕвелтухăçра (хальхи Ирак, Египет вырăнĕсенче) вырнаçнă пулнă. 




#Article 380: Сантăр Аксар (554 words)


Сантăр Аксар (Мефодьев Александр Иванович), — критик, сăвăç, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ (1984), доцент (1994). 1938 çулхи чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче нчи Еншик ялĕнче çуралнă. 

А.И. Мефодьевăн ĕçлĕ пурнăçĕ 1956 çулхи çĕртме уйăхĕнче тăван ялти ял хуçалăх эртелĕнче ахаль колхозник пулса вăй хунинчен пуçланнă. Каярахпа вăл пĕр хушă ял вулавăшне ертсе пынă. 1957-1960 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан икĕ çула яхăн Йĕпреç районĕнчи «Коммунизм çĕнтерĕвĕшĕн» хаçат редакцийĕнче тата парти райкомĕн инструкторĕнче ĕçленĕ. 1962 çулхи авăн уйăхĕнче Александр Ивановичтăван района куçса килсе малтан «Авангард» хаçат редакцийĕнче, кайран КПСС райкомĕнче ĕçленĕ. 1972 çулхи юпа уйăхĕнче ăна партин Чăваш обкомĕн аппаратне куçарнă. Унта вăл 13 çул хушши культура пайĕн инструктурĕ пулнă. 1985 çулхи чӳкре ăна «Хатĕр пул» журналăн тĕп редакторне лартнă. Çак ĕçе вăл çичĕ çула яхăн туса пынă. 1992 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче малтан чăваш чĕлхипе литература кафедринче, кайран чăваш литератури кафедринче тăрăшма пуçланă, студентсене тăван сăмахлăха вĕрентме тытăннă. 1998-2004 çулсенче вăл педагогика университечĕн çĕнĕрен уçăлнă чăваш филологи факультечĕн деканĕ пулнă.

Александр Иванович литература ĕçне 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. «Кахал» ятлă пĕрремĕш сăвви 1954 çулта районти «Авангард» хаçатра çапăнса тухнă. Каярахпа унăн сăввисем, очеркĕсемпе статйисем республика хаçачĕсемпе журналĕсенче те пичетленме пуçланă.

Унăн сăввисем тăрăх Н.Эриванов, Ю.Кудаков, Ю.Жуков, Н.Тимофеев, В.Романов, В.Адюков, Н. Заводскова композиторсем 40 яхăн юрă çырнă.

Александр Иванович тăлмач пулнипе те паллă. Çыравçă вырăс, тутар тата мăкшă çыравçисен чылай сăвви-калавне, 20 яхăн илемлĕ кинофильм тексчĕсене чăвашла куçарнă. 

Александр Мефодьев «Тракторстрой çути» тата «Çамрăклăхпа ăсталăх» ятпа чăваш писателĕсен хайлавĕсен пуххисене хатĕрлесе кăларнă. Çавăн пекех унăн çак кĕнекесем çутă курнă:

Васильев, Г. Ҫитӗнӳсемлӗ юбилей / Г. Васильев // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. – 2008. – № 6. – С. 22.

Кудаков, Ю. Д. Сантăр Аксарӑн сăнарлăхĕ : (А. И. Мефодьев çуралнăранпа 70 çул тултарнă май) / Ю. Д. Кудаков // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика. – Шупашкар, 2009. – 9-мĕш кăларăм. – С. 8-11.

Метин, П. Н. А. И. Мефодьев (Сантӑр Аксар) пурнăçĕнчи тата пултарулăхĕнчи тĕп йĕрсем / П. Н. Метин // Чăваш чĕлхипе литератури : теори тата методика. – Шупашкар, 2009. – 9-мĕш кăларăм. – С. 3-8.

Мефодьев, А. И. Ачамӑрсен чун-чӗрине акар-и пин ахах-мерчен... / А. И. Мефодьев ; А. Михайлов ҫырса илнӗ // Хыпар. – 2016. – 17 ҫу. – С. 10 : сӑн ӳкерчӗк.

Осипов, Н. Александр Мефодьевӑн ҫӗнӗ тӗпчевӗ / Н. Осипов // Хыпар. – 2016. – 22 кӑрлач. – С. 14.

Осипов, Н. Н. «Пурнӑҫра яланах пӗр тӗллевпе, пӗр ӗмӗтпе пурӑнтӑм...» / Н. Н. Осипов // Чӑваш чӗлхипе литератури: теори тата методика : ст. пуххи. – Шупашкар, 2014. – 19-мӗш кӑларӑм. – С. 4-6.

Станьял, В. Ача-пăча литературине тĕплĕн тĕпчекен / В. Станьял // Тӑван Атӑл. – 2016. – № 2. – С. 42-44.

Яковлев, Ю. Йӗрке ачи : Александр Мефодьев (Сантăр Аксар) çыравçăна 75 çулхи юбилейӗпе саламласа / Ю. Яковлев // Тӑван Атӑл. – 2013. – № 11. – С. 101-103 : сӑн ӳкерчӗк.

Антонова, З. С. Мефодьев Александр Иванович / З. С. Антонова  

Афанасьев, П. Мефодьев Александр Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 265-266.

Мефодьев Александр Иванович // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 139-140.

Мефодьев Александр Иванович // Преподаватели Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева (2011-2015). – Чебоксары, 2015. – С. 59.

Мефодьев Александр Иванович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 262-263.




#Article 381: ЧПУн Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ (551 words)


Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ, — И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн факультечĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине аслă шкулта чи малтан  Хусанти хĕвел тухăç  педагогика институтĕнче вĕрентме  пуçланă. 1926 çулта  çав пĕлӳ керменĕнче «Чăваш чĕлхипе литератури» уйрăмĕ  йĕркеленет. Унта Н.И. Ашмаринпа  Н.В. Никольский профессорсем, Г.И. Комиссаров доцент ĕçленĕ.

Историпе филологи факультетĕнче шутланнă чăваш чĕлхипе литературин уйрăмĕ çулсерен аталанса та вăй илсе пынă.Çакă вара 1990 çулта унăн никĕсĕ çинче чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçма майсем туса панă. Çĕнĕ факультета йĕркелесе яма тата ура çине тăуниверситетăн çĕнĕ ректорĕ Л.П.Кураков уйрăмах хытă тăрăшнине палăртмалла. 11 çул хушшинче культурологи, тĕрĕк ăслайĕсен тата методика кафедрисем уçăлчĕç, филологин пĕрлĕхлĕ тĕпчевĕсен кафедри те ĕçлеме пуçларĕ.

Чăваш чĕлхипе литературине Хусанти тухăç халăхĕсен институтĕнче (1925-1930) тата Шупашкарти педагогика институтĕнче (1930-1967) тĕпрен илсен шкул вĕрентекенĕсем валли вуланă .Университет тапхăрĕнче (1967-2001) тăван чĕлхемĕрпе сăмахлăх ăслăлăх шайне çĕкленме пултарчĕ. Халĕ эпир чĕлхемĕрĕн тымарĕсене те тĕпчетпĕр, хурăнташлă чĕлхесене тишкеретпĕр. Анăçăнне кăна мар, тухăç литературине те ăша хывма тăрăшатпăр. Университетăмăр классикăлла вĕрентӳ  заведенийĕ пулса тăнă май кунта чăвашсен академилле филологийĕ çунат сарса тĕрекленчĕ (М.М.Михайлов, М.Р.Федотов шкулĕсем).

Университет тапхăрĕнче вăй илнĕ тепĕр курăмлă туртăм вăл – тĕрлĕ дисциплинăсен интеграцийĕ, хăйне евĕрлĕ çывăхланăвĕ.Чăваш филологийĕн никĕсĕ çинче кунта филологсемсĕр пуçне журналистсене, ташă-юрă ăстисене, театр режиссерĕсене, библиотекарьсене, музей çыннисене хатĕрлетпĕр. Çак ĕç  малтанласа нушаран (çав ăстасене хатĕрлемелли аслă шкулсем çукран) пуçланчĕ. Халĕ республикăмăрта культурăпа искусство институчĕ пур. Библиотекарьсемшĕн тата маларах Хусана çул уçăлнăччĕ. Çав аслă шкулсем Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ паракан чи кирлĕ ене – чăвашлăх чунне –пама пултараймаççĕ иккен. Эппин, халăхăмăр культурин ĕçченĕсене класикăлла филологи пĕлĕвĕ пани питех те пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем профессионалсем кăна мар, чи малтан чăваш чĕлхипе сăмахлăхне юратакан, вĕсене ыттисенчен тарăнрах пĕлекенсем пулса тăраççĕ. Ташлама-юрлама пĕлекен çамрăка шкулсенче те яланах хапăл туса йышăнаççĕ. Çавăн йышши вĕрентекенсене шкул ачисем ытларах кăмăллани те паллă.

Чăваш филологийĕн дисциплинисем специалист пулма майсем туса панипе пĕрлех чăваш çынни пулма та пулăшни паянхи кун кĕретĕн курăнать.

ЧФКФ чăваш филологийĕн тата культурин лаççи кăна мар, вăл аслă пĕлӳллĕ ăстасен пултарулăхне аталантармалли вырăн та. 90-мĕш çулсенче кунта диссертаци канашĕсем уçăлчĕç. Çав канашсем чăваш филологĕсемпе пĕрлех коми тата мари филологĕсене те хатĕрлеме, кандидат ĕçĕсене хӳтĕлеттерме пултарчĕç. Меслетлĕх, танлаштаруллă, шайлашуллă тата типологиллĕ чĕлхе пĕлĕвĕн ыйтăвĕсемпе тĕпчев ĕçĕсем çырса хӳтĕленме пулать паян кунта. Çак енпе те пирĕн факультет çывăх вăхăтрах регионти чи пĕлтерĕшлĕ центрсенчен пĕри пулса тăчĕ.

Малашлăха илĕртсе тăракан тепĕр çул хальхи техника аталанăвĕпе çыхăннă. Ытти чĕлхесенчен  чăвашла, чăвашларан ытти чĕлхесене куçарма май паракан компьютер программисем хатĕрлеме пуçăнтăмăр ĕнтĕ. Вĕрентӳ ĕçĕнче тата филологире компьютерпа анлăн тата тухăçлăн усă курма кунран кун хăнăхса пыма пуçларăмăр. Çак çула та пирĕн çулах темелле.

Вĕрентӳ ĕçĕ ăса туптассипе кăна çыхăнман. Чăваш «ăс пани» тесе чи малтан пурăнма, хăйне çын хушшинче тытма вĕрентнине калать. Кăмăллă, таса чунлă, ĕçчен те тăрăшуллă çын тума тăрăшатпăр эпир хамăрăн студентсенчен. Вĕрентекенсем вĕсемшĕн пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен, ашшĕсемпе амĕшĕсен вырăнĕнче пулмалла. Вĕсем преподавательсене хисеплеччĕр, вĕсенчен тĕслĕх илме пултарччăр. Хутшăнусене демократизацилени пирĕн факультетăн уйрăмлăхĕ темелле. Пĕлӳ пĕлӳшĕн кăна ан пултăр, вăл пур енчен те килĕшӳллĕн аталаннă çынна калăплама пулăштăр. Ун пек çынна хамăр  хисепленине тата юратнине кăтартмасăр çитĕнтереймĕпĕр. Ку вăл пирĕн çирĕп позици. Ку вăл пирĕн воспитани ĕçĕн тĕрекĕ, нуша юпийĕ. Кăмăл-сипет вăрентĕвĕн тĕрлĕ мелĕсемпе туллин усă курма хăнăхасси те пирĕн ыранлăха куçакан тĕллев пулса юлать.

Факультетăн паянĕ кăна мар, унăн ыранĕ те лайăх курăнать пире. Эппин, малашлăха хăюллăн утма пултаратпăр.

Факультетра пиллĕк кафедра:

Факультетăн компьютер класĕ пур. Компьютерсем интернетпа çыхăннă. Инженер-программист - Лукина Анна Николаевна. Оператор - Шарипова Ирина.




#Article 382: Тухатмăш (184 words)


Тухатмăш — калтун, асамçă, юмçă.

Тухату, пăтрату сăмахран тесе шутлаççĕ. /Араб чĕлхинче дуьа /туха/ — кĕлĕ тăваканĕ тенине пĕлтерет/. Тухатмăш япаласене пăтратса, çĕклесе пăрахса, вĕсем мĕнле выртни тăрăх, пулăм сăлтавне шырать.

Шай ярса, çиппе çыхнă йĕп çине çăкăр хытти чиксе, вăл сипленме пынă çын аллинче мĕнле сулланса çаврăннине пăхса инкекĕн сăлтавне шырать.

Кĕлĕ туса /сăмахсем каласа/, сипленме пынă çыннăн аллине тытса, унăн туйăмĕ тăрăх шар курнă çыннăн чир сăлтавне тупса сывлăх шанчăкĕ еннелле çавăрать.

Юмахра тухатмăш хăйне тĕрлĕ им-çам, сĕлĕм, çу-вар сĕрсе улшăнса тĕрлĕ чĕрчун пулма пултарать /йытă е кушак, сысна е сурăх/ тесе каланă.

Кăмака умĕнче тыр-пул акса ӳстерсе, вырса, çапса-авăртса пăтă пĕçерсе çисе, мăрье витĕр /тĕнĕ витĕр/ вĕçсе тухса, уйăх таран вĕçсе улăхма, уйăха кăшласа çиме пултарать тенĕ.

Тухатмăшсем çимĕк каçĕнче мĕлке е шăпăр, е шалча çине ларса çăва /çичĕ çăва/ çине пуçтарăнаççĕ тенĕ. Унта вĕсем кама мĕнле сăтăр тумалли çинчен калаçса татăлаççĕ-мĕн. Тухатмăшсенчен маларах ялта мĕнле те пулин сăтăр тусан вĕсем урăх яла вĕçсе каяççĕ тенĕ. Çавăнпа çимĕк каçĕнче ялти ачасем, çамрăксем пĕр-пĕрне сăтăр тунă. Ку йăла паянхи кун та сыхланса юлнă. Ваттисем вĕсене уншăн вăрçмаççĕ. Авалхи йăла хушмасть, — теççĕ.




#Article 383: Чӳкçĕ (121 words)


Чӳкçĕ, — чӳк йĕркине пĕлекен. Ытларах чӳк ирттерме халăх укçипе, пурлăхĕпе илнĕ выльăха, кайăк-кĕшĕке кĕлĕ сăмахĕсем каласа, янаварласа пусса /чиксе/ параканĕ.

Чӳкçĕ выльăха пуçĕпе хĕвел тухăç еннелле тăратать. Пусиччен кĕлĕ каласа ун çине шыв сапса е ун çинче çĕçĕ-пуртă шаккаса хăратать, силлентерет. Выльăх силленсен, унăн чунĕ ăна пăрахса тухать имĕш, выльăх чунсăр янавар пулса юлать тенĕ. Пуснă выльăхăн урисене тата хӳрине татман, пуç тирне сӳмен. Тирне шалча çине çыхса юпа çине тайăнтарса çакнă. Çынсем кайсан выльăх чунĕ çакăнта таврăнать, кайран кĕтĕве каять тесе шутланă.

Чӳкçĕ пуснă выльăхăн юнне ăçта мĕнле тумлатмаллине, салмаллине пĕлнĕ, çут çанталăк ыррисене, вучахри вут-йыш туррисене кĕтĕве, выльăхă упракан ырăсене какайăн хăш пайне асăнса памаллисене пĕлнĕ. Чӳкçĕ выльăха калпак тăхăнса пуснă.

Чӳкçĕ мăчаварпа, кĕлмĕçпе пĕрле чӳк туса ирттернĕ.




#Article 384: Сăнарлă вăйă (209 words)


Сăнарлă вăйă, — вĕренме тата вăхăт иртерме пулăшакан вăйă. Ку тĕрлĕ вăйăсене хутшăнакан пĕр сăнара суйласа илет те ăна вылять. Çавăн пекех сăнарлă вăйăна драмăллă выляв та теме пулать — унта сăнарăн характерĕпе вылямалла, сăнартан тухма юрамасть. Çав енченех сăнар шалти тавралăх логикине пăхăнса тулашри сценарийĕн ĕçĕсене пăхăнмасть. Кĕскен каласан ĕçсем епле малалла пырасси кашни хăйĕн сăнарне еплерех вылянинчен килет. Çапла вара вăйăн процесĕ çынсен ушкăнĕ пĕр-пĕр пулăма вылянипе пулать. Пурте вĕсем хăйсен сăнарне выляса хăйне евĕр тытаççĕ.

Сăнарлă вăйăн ĕçĕ вăйă тĕнчинче пулса иртет. Тĕнчи хуть те мĕнле пулма пултарать, анчах та вăл вăйă юхăмне, ĕçсем епле пулса пынине палăртать. Вăйă ăсти палăртнă сценарийĕ тата вăл суйласа илнĕ вăйă тĕнчи çак вăйăсен тĕп никĕсĕ пулса тăрать.

Вăйăра тĕп тĕллевне çитмесĕр те, хăш-пĕр вăйăсенче вăл тĕллевĕ пачах та çук пулма пултарать. Тĕп тĕллев вырăнĕнче вара сăнара аталантарасси, вăйă тĕнчине пăхса тухасси, сăнарăн характерне тĕрĕс выляни пулса тăраççĕ.

Хĕвеланăçри патшалăхсенче вăйăсем малтанах сĕтел хушшинчисем пулнă. СССРта вара сĕтел хушшинчи тата чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсем пĕрле çуралса аталаннă. Сĕтел хушшинчи вăйăсене энтузиастсем вăйă кĕнекисем тата «Заколдованная Страна» (Асамлă Çĕршыв) кĕнеке тăрăх аталантарнă. Чĕрĕлле иртерекеннисем вара Фантастикăна Юратакансен Клубĕсемпе (ФЮК) Хăйсем тĕллĕн юрлама вĕренмелли клубсенче (ХТЮВК) çуралнă.

Чĕрĕлле иртерекен сăнарлă вăйăсен кун-çулĕнче çак тапхăрсене палăртма пулать:

Вăйăна иртерес енĕпе çак тĕслисем пулаççĕ:




#Article 385: Суйласа илнĕ статьясем (205 words)


Суйласа илнĕ статьясем — вăл статьясем шутне чи проектри чи лайăх статясем кĕреççĕ. Ку уйрăма лекес умĕн вĕсем  страница çинче суйлав урлă иртеççĕ. Унта вĕсене тĕрĕслĕх, пур енчи шухăша палартасси, анлăн уçса пани енчен сӳтсе яваççĕ. Сӳтсе явнă хыççăн ку уйрăма вырнаçтарасси е вырнаçтарма май çукки çинчен пĕтĕмлетсе калаççĕ.

Васильева Людмила Николаевна (1930-1949) — сăвăç. Людмила 1938 çулта Таркăнти пуçламăш шкула вĕренме кайнă, 1942 çулта тăватă класс вĕренсе пĕтернĕ. Çитмен пурнăçа пула виçĕ çул ун хыççăн колхозра ĕçленĕ. Вара 1945 çулта тин Илтрекьелĕнчи çичĕ класлă шкула вĕренме кĕнĕ. Кайран пĕр çул хушши Чистайри ял хуçалăх техмикумĕнче шут ĕçне вĕреннĕ. Çакă ăна пит килĕшсех пĕтмен курăнать, вăл 1948 çулхине Аксури педагогика училищине вĕренме кĕнĕ.

Хĕрача спортпа туслă пулнă, йĕлтĕрпе аван çӳренĕ, яланах кроссене хутшăннă. Пĕррехинче вăл районти йĕлтĕрçĕсен кросĕнче пĕрремĕш вырăна тухнă, унтан питĕ пиçĕхсе килнĕ хыççăн, çырмара вакă умне выртса, шыв ĕçнĕ. Кун хыççăн вăл чирлесе кайнă.

Сывлăхĕ хавшанăскер, утаймиех пулса çитсен, Чистай пульницине кайса выртнă. Малтан ăна, чирĕ ытла та шала кайнă тесе, пульницана илесшĕн те пулман. Аран-аран илнĕ илнĕ хыççăн икĕ уйăхран ăна, сыватса çитермесĕрех, пульницаран кăларса янă. Ултă уйăхран, çăварĕнчен юн аннипе, хĕр вăхăтсăр вилсе кайнă.

Вилес умĕн тăватă кун хушшинче хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа паракан 620 йĕркеллĕ  (1949) поэмине çырса хăварнă.




#Article 386: Дербент (175 words)


Дербент, — Каспи тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Раççей хула. Дагестан Республикине кĕрет. 

Хула V ĕмĕрте ку вырăнта хăпартса лартнă хӳтлĕхрен тухăç енелле аталаннă. VII-IX ĕмĕрсенче хула Арабсен халифатне кĕнĕ, X ĕмĕрте — феодаллă кнеçлĕхĕн тĕп хули пулнă. XIII ĕмĕрте монголсем çĕнтерсе илнĕ хыççăн вăл арканса пĕтнĕ. XVI-XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕ вăхăтĕнче вăл Иран шутне кĕнĕ, 1722 çулта хулана Раççей шутне кĕртнĕ. Раççей шутĕнче 1935 çулчен пулнă, кайран вара, Киндяж килĕшĕвĕ тăрăх каллех Ирана куçнă. 1747 çулта Дербент ханлăхĕ йĕркеленнĕ, унăн тĕп хули Дербент пулнă. 1796 çулта ханлăха Раççей çарĕсем тытса илнĕ. 1813 çулхи Гюлистан мирлĕ килĕшĕвĕ тăрăх яланлăхах Раççей шутне кĕртнĕ. 

Дербент çыннисем сад-пахча ĕçĕпе, виноград ӳстерессипе, пулă тытассипе пурăннă. 

Дербентра шлифовка тăвакан станокĕсен завочĕ, çăм арлакан фабрика, консерва, коньяк тата аш комбиначĕсем, эрех тата сĕт завочĕсем, çĕвĕ тата ковёр тĕртекен фабрикăсем, çурт хăпартакан комбинат, кирпĕч тата стена блокĕсен завочĕсем пур.

Хулара садсемпе виноград пахчисем нумай. 

Каçхи майпа вĕрентекен станок тăвакансен тата ял хуçалăх текхникумĕсем, педагогика тата медицина училищисем, кавир тĕртме вĕрентекен шкул пур. Хулара Лезгински театрĕ тата краеведени музейĕ пур.

Археологи тĕлĕшĕнчен кунта сыхланса юлнă:

цитадельте:




#Article 387: Çеçпĕл Мишши (188 words)


Çеçпĕл Мишши (Михаил Кузьмич Сеспель, 1921-мĕш çулхи авăнчен Кузьмин) (1899 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕ, Чăваш Ен, Канаш районĕ, Касаккасси Шĕкĕр (халĕ Çеçпĕл) ялĕ) — 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ, Украина, Чернигов облаçĕ, Старогородка сали) — чăваш литературин классикĕ, сăвă ăсталас  реформаторĕ, прозăçă, драматург, тăлмач, ӳкерçĕ, патшалăх тата пĕрлĕх ĕçченĕ.

Шăхасанти икĕ класлă шкулта, Теччĕри вĕрентевçĕсене хатĕрлекен семинарире, Мускавра агитаторсемпе пропагандистсен курсĕнче вĕреннĕ. 1920 çулта Чăваш облаçне тунă хыççăн ăна РКСМ Чăваш обкомĕн ĕçлекенне, Чăваш автономи облаçĕн ревтрибунал пуçлăхне суйланă. Çапла вара вăл Чăваш Енĕн пĕрремĕш тĕп прокурорĕ пулса тăнă. Çутĕç пайĕн куçару комиссийĕнче ĕçленĕ.

Литература ĕçне 1916-1917 çулсенче Шăхасанта вĕреннĕ вăхăтра тытăннă, алăпа çырнă «Çăлтăр» журнал редакторĕ пулнă, сăвăсем çырнă.

Чăваш поэзин хĕрӳллĕ ĕçченĕ 1922 çулхи çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Украинăн Чернигов облаçĕнчи Старогородка хулинче çакăнса вилнĕ.

Революциллĕ хĕрӳлĕхпе вырăсла, чăвашла çырнă малтанхи сăввисем 1919 çулта «Знамя революции», «Тетюшские известия», «Канаш» хаçатсенче пичетленнĕ. Унăн сăввисен пĕрремĕш кĕнеки 1927 çулта «Хурçă шанчăк» ятпа çапăнса тухнă. 1928 çулта Шупашкарта ун «Сăвăсем» ятлă кĕнеки пичетленсе тухать. 1959 çулта — «Ĕçĕсен пухăвĕ». Чăваш чĕлхинчи пусăм нормисене ăсталаса, йĕркене кĕртсе силлабо-тоника меслечĕллĕ поэзие пуçласа янă.

Паллă сăввисем:

Унăн сăввисене тĕнчери 56 чĕлхе çине куçарнă.




#Article 388: Анкарти (113 words)


Анкарти (авăн карти сăмахран), — йĕтем, йĕтем çинчи авăн вучахне, авса карталанă хушша, сарай лупаса, хампара /анпар, ампар/ — кĕлĕте, лаçа, йĕтем çине лартнă капансене, арпа-улăм куписене тата асăннă вырăна йĕри-тавра тытса карнă картана пĕлтернĕ. Революциччен кашни хуçалăх пуçтарнă кĕрхи тыр-пула анкартине туртарса килсе капана хывса лартнă. Уй-хир ĕçĕсем пĕтсен авăн çапнă. Тыр-пула алласа кĕлĕте хампара кĕртнĕ. Арпа-улăма сарай-лупас çине улăхтарнă. Пушă кĕлĕтсене тепĕр хут капана е урана купаласа лартнă. Анкарти лаçĕнче хĕлле сухапуç-сӳресене, урапа-таррантассене, çулла — çуна-кӳмесене упранă. Анкартие, пушартан сыхланса, шыв хĕррине, пахча хыçне лартнă. Авăн вучахне йĕтемрен уйăрнă. Çунакан вучаха пăхсан тăнă. Ялсенче колхозсем йĕркеленнĕ вăхăтра анкартисем килти хуçалăхран тухса ӳкнĕ. Халĕ анкарти сăмах ял çумĕнчи вырăна, çарана, лаптăка пĕлтерет.




#Article 389: Тимĕрçĕ лаççи (236 words)


Тимĕрçĕ лаççи, — тимĕрçĕ ĕçлекен вырăн. Тимĕрçĕ лаççине йывăçран, чулран, кирпĕчрен купаласа лартаççĕ. Чи пахи вучахĕпе сунталĕ. Тимĕрçĕ лаççинче хуçалăхра кирлĕ япаласене тимĕртен шаккаса тăваççĕ, урапа-çуна кăшăллаççĕ, лашасене таканлаççĕ.

Тимĕрçĕ лаççи — пурана кĕлетлесе тунă лаç, çĕре чавса пура лартса, тăррине çĕр хупласа тунă лаç. Çавăн пекех хуп тăратса тунă лаç та пулма пултарать.

Авал тимĕрçĕ ĕçлекен вырăн сăрт-ту айĕнчи хӳтĕре, чăнкă çыран çумĕнчи çĕре чавса лакăмлатнă хӳшĕре, ту, е çĕр хăвăлĕнче пулнă. Чăвашсем XIX ĕмĕрте тимĕрçĕ лаççине çĕр пӳрт майлă тунă. Лаç пурине виçĕ еннелле çĕре чавса лартнă. Пура тăррине пĕренесем хурса çĕрпе витнĕ. Лаçăн тăваттăмĕш (урамалла тухаканне) енне пураламан, хуппа витнĕ.

XX ĕмĕрте лаçсене кĕлет пек пураласа тунă. Вĕсен пура маччийĕ пулман, тăррине чăнкăрласа хăма хуп витнĕ. Хĕвелтухăç енче анлă алăк, кăнтăрта — чӳрече (е икĕ чӳрече), урайĕ — çĕр. Лаптăкĕ 3x5 м2, 4х5 м2 пулнă.

Ялтан яла куçса çӳресе тимĕрçĕ ĕçне тăвакансем йывăç айне хуп тăратса хӳшĕ тунă. Вĕркĕч, кăмака, сунтал лартса уçă çĕрте ĕçленĕ. Чикан тимĕрçисем те пĕр 30-50 çул каялла çапла ĕçлетчĕç.

Чăвашсем тимĕрçĕ лаççине шыв хĕррине, уничене (урам вĕçне) икĕ-виçĕ ял хушшинчи лапамсене лартма юратнă. Çак вырăна Тимĕрçĕ ялĕ, Тимĕрчкасси, Тимĕрч урамĕ тесе каланă.

Хулара, почта, ямшăк салисенче вырăссем тимĕрçĕ лаççисене чулран, кирпĕчрен купаласа тунă. Каçхине вара çăрапа питĕрнĕ. Тимĕрçĕ лаççисен лаптăкĕ 6x9 м2 пулнă. Вырăнĕ-вырăнĕпе темиçе тимĕрçĕ лаççи ларнă. 

Тимĕрçĕ лаççи çумĕнче ятарлă вырăн, лаптăк, карлăк, стан, савăт пулнă:

Хальхи трактор-машина ларакан парксенчи тимĕр лаççинче кăткăс япаласем шаккаса хатĕрлеççĕ.




#Article 390: Ханкăр (126 words)


Ханкăр (канкăр), — çĕр ăшне чакаласа тунă кирпĕч е чӳлмек хĕртмелли кăмака. Кирпĕч купаласа хĕртмелли, кăрчака чӳлмекĕ пек хырăмлă (23 м), тарăн шăтăклă (3 метр) кăмака. Кăмака айĕнче — вучах. Вут хыпса çунтармалли пырĕ (0,5:1 м) çĕре май çыран хĕррине тухса тăрать. Алпа çапса туса типĕтнĕ кирпĕче ханкăр кăмакине хушăксем хăварса шăтăклă хывса купалаççĕ. Çӳлте тӳпе тăваççĕ. Тӳпинчен тĕтĕм тухмалли мăрье, шăтăк хăвараççĕ. Малтанхи кун вучаха вăйлă çунтармаççĕ, кирпĕчне типĕтеççĕ. Кирпĕч типсе çитсен вучахсенчи вутта пĕр виçĕ кун вăйлă çулăмпа çунтараççĕ. Вучаха çунтарма, вут тума пĕр-пăр кивĕ пӳртĕн пурине илеççĕ. Вучах çулăмпа хĕрсен çулти, тӳпери кирпĕчĕсене (0,5 м) тăпрапа сапса хуплаççĕ. Марйине хупламаççĕ. Кирпĕч пиçсе çитнине мăрьери шăтăкран турчкапа шаккаса пĕлеççĕ. Кирпĕч пиçсе çитсен мăрьене те, вучахăн пырне те хупаççĕ. Кăмака сивĕниччен ханкăра уçмаççĕ, кирпĕче салатмаççĕ.




#Article 391: Кĕсел (124 words)


Кĕсел, чĕрĕ тата типĕтнĕ улма-çырласенчен, çырла сĕткенĕсемпе шерпечĕсенчен, повидлăран тата ытти çимĕçсенчет те хатĕрлекен апат-çимĕç.

Улма-çырла кĕселĕсене хатĕрлеме çĕрулми крахмалĕпе усă кураççĕ. Çăра, çурма çăра тата çурма шĕвĕ кĕселсем хатĕрлеççĕ. Çăра кĕселе порци пуçне 12-15 грамм, вăтам çăра кĕселе 8-10 грамм, çурма шĕвĕ кĕселе 4-7 грамм çĕрулми крахмалĕ каять.

Кĕсел хатĕрленĕ чух крахмалпа çапла усă курмалла: çĕрулми крахмалне вĕретсе сивĕтнĕ шывра е çырла сĕткенĕнче, е сивĕ сĕтре ирĕлтермелле, ала витĕр сĕрмелле, кĕсел хатĕрлемелли сĕткене пĕр тикĕс ярса, хăвăрт пăтратмалла. Кĕсел кирлĕ таран çăралса çитсен, çăра кĕселе вăйсăр çунакан вут çинче 5-6 минут вĕретсе илмелле, вăтам çăра кĕселе вĕреме кĕриччен кăна ăшăтмалла. Кĕселе ытлашши ăшăтма юрамасть. Ун пек чух вăл тăсăлма пуçлать, кайран шĕвелме тытăнать.

Кĕселсене сивĕлле, хăй халлĕн тата пудингсемпе запеканкăсем çине ярса параççĕ.




#Article 392: Елизавета Батори (177 words)


Елизавета Батори, — «Гиннес рекорчĕсем» кĕнекипе, чи нумай çынна вĕлернĕскр. 1560 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Венгрири Нурбаторта çуралнă. 1614 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Словакинчи Чахтицере вилнĕ.

Ăна çавăн пекех Чахтице пани ят панă.

Елизаветăн ашшĕпе амăшĕ Дьёрдь Батори тата Анна Батори пулнă, вĕсем иккĕшĕ те Батори çемьинчен çуралса ӳснĕ. Ачалăхра Елизавета Эчед керменĕнче çитĕннĕ. 1575 çулта Ференц Надашдяна качча каять. Ференц Надашдя тыткăна лекнĕ турккăсене çын вырăнне те хумасăр питĕ асаплантарнă. Çак ирсĕрлĕхе кура ăна «хура бек» ят панă. Ференц туйра Елизаветăна Чахтице керменне парнелет. 

Вĕсем пурĕпе 5 ача çуратна: Анна, Екатерина, Миклош, Урсула тата Павел. 1604 çулта Ференц вилсен Елизавета арсăр тăрса юлать.

Çамрăк хĕрсене хăçан вĕлерме пуçлани паллă мар. Куна 1585-1610 çулсенче шута илеççĕ. Ытларах Елизавета çĕр ĕçтĕшĕсен хĕрĕсене асаплантарса вĕлернĕ. 1610 çулта вăл нумай çынна вĕлернĕ сас-хура император килне çитет, Матфей император Дьёрдю Турзона çак ĕçе тĕпчеме хушать. 1610 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Турзо хĕç-пăшаллă çынсемпе кермене çитсе Елизавета сăтăрлă ĕç тунине курать. Анчах та ăна тĕрмене лартма май килмен — Елизаветăн çемьи ытла чаплă пулнă.

Елизавета кун кĕнекинче 650 çынна вĕлернĕ пирки хыпар хăварнă.




#Article 393: Патăрьел (420 words)


Патăрьел (,  ) — Чăваш Енри Патăрьел районĕн администраци центрĕ.  Ял район тытăмĕнче хăйне уйрăм ял тăрăхĕ шутланать.

Пăла юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă.  Ял витĕр Кепе шывĕ юхать. Çавăн пекех ялĕн çурçĕр-хĕвеланăç хĕррипе Юхма шывĕн пĕр кивĕ туратти иртет. Ялпа юнашар А151 çул иртсе каять. Канашран 56 км. Хирлĕ вырăн, чат çывăхра вăрман тавраш çук.

Ялта Батыревское ХАУ, Корма СХПК, тĕп район пульницци, икĕ вăтам шкул (1№ тата Талвир ячĕллĕ  2№), ÿнер шкулĕ, чиркӳ, 3 ача сачĕ, район культура çурчĕ, ФСК Паттăр, Çăкăр - таврапĕлÿ музейĕ, 3 вулавăш, ветеринари станцийĕ, Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ пур. Пасар ĕçлет, нумай суту-илӳ лавкки.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Патăрьеле 1570-1580 çулсенче никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Чăннипе вара, çакна çирĕплетекен историлле çăлкуçсем çук темелле.  Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьелпе  ку тĕлĕшпе çыхăну пурри е çукки те çав тери кăткăс ыйту пулса тăрать. Çапах та çыхăну пур пуль теме май паракан хăшпĕр историлле халапсем пуррине те йышăнмалла. 

Тепĕр енчен, халапсем мар, чăн-чăн документах яла Йĕпреç районĕнчи Хумпуç Патăрьел çыннисем никĕслеме е никĕслессине хутшăнма пултарнине çирĕплетет. Документ Переписная книга ясачных татар, чуваш и мордвы Симбирского уезда за 1723 год (Чĕпмпĕр уесĕнчи ясак тÿлекен тутарсен, чăвашсен мордвасен 1723-мĕш çулхи çырсатуху кĕнеки) ятлă. Унта çавăн пек çырни пур:

Географилле самантсене шута илсен, кунта шăпах ку статьяри Патăрьел пирки иккенни курăнать. Илсе кăтартнă документранах ял ячĕ чăнах та паттăр сăмахран тухни те паллă. Мĕншĕн тесен асăннă çырсатуху кĕнекинчи Богатырево çавăн пĕлтерĕшлĕ. Çын ятĕнчен е урăх сăмахран тухнă пулсан апла каламан пулĕччĕç.

Çак япаласене паянхи Патăрьел çыннисем пĕлмессе те пултараççĕ. Мĕншĕн тесен кунта, ытти ялсемпе танлаштарсан, вырăслану процесĕсем хăвăртрах пыраççĕ, тепĕр енчен, пурнаканнисенчен те чылайăшĕ вырăнти çынсем мар, урăх тĕлсенчен куçса килнисем. 

Патăрьелĕнчи Юхма текен урам — çав çырма ячĕпе. Çырми чăнах та урамăн çурçĕр хĕррипе иртсе каять. Çавăн пекех Патăрьелĕнче çак ятлă пасар пур (ытларикун тата эрнекун пухăнать). Вăл каллех хайхи çырмаран кăшт кăна çÿлерех вырнаçнă. Юхма çырмин тăрăхĕнче çавăн пекех сĕт-çу савучĕ, Паттăр стадион, мунча, Робинзон çырса карта тытса çавăрнă темĕнле лаптăк пур.

Патăрьел хăçан вулăс центрĕ пулса тăни паллă мар.

ъъ

Иккĕшĕнче те Патăрьел ялĕ валли герб ăсталас тата çирĕплетес ыйтăва хускатнă. Çав вăхăтрах вĕсенче пулас герб мĕнлерех пуласси пирки хăшпĕр сĕнÿсем те пур. Сăмахран, тĕпре паттăр сăнарĕ пулмаллине те палăртнă.

Хальхи вăхăтра Патăрьел ялĕн хăйне уйрăм герб çук. Районăн вара — пур.. Гербăн геральдика регистрĕнчи номерĕ — 3655. Йышăннă кун — 25.10.2007 Анчах та ку герб район центрĕн (ялăн) мар. Районăн тата тĕпри ялăн гербĕсене пĕр пек тăвас текен ятарлă йышăну çук. 

Елĕкренпех Патăрьел ялĕнче ирçесем пурăнакан ятарлă урам пулнă, ăна, каллех ĕлĕкренпех, Ирçе касси теççĕ (Ленин урамĕ, Ленин проспекчĕпе пăтраштармалла мар).




#Article 394: Чăваш наци конгресĕ (113 words)


Чăваш наци конгресĕ (), — чăваш халăхĕн регионсем хушшинчи пĕрлĕх организацийĕ. 

ЧНК йышне наципе культура автономисем, Раççей Федерацинче тата ютçĕр çĕрсенче чăвашсем чăмăртанса пурăнакан регионсенчи пĕрлешӳсемпе ассоциацисем,  пĕрлĕх пĕрлешĕвĕсем, патшалăх тата харпăр предприятисен ĕçлев коллективĕсем, ăслăх йĕркеленĕвĕсем, çаплах Чăваш Республикин пайăр çыннисем кĕме пултараççĕ. 

ЧНК Раççей субъекчĕсенчи наци-культура пĕрлешĕвĕсемпе пĕрле ĕçлет. 

Чăваш халăх юрри «Алран кайми аки-сухи...» ЧНК гимнĕ шутланать.

ЧНК пичет органĕ — «Чăваш тĕнчи» хаçат.

 
Чăваш наци конгресне 1992 çулхи юпан 8-9-мĕшĕнче иртнĕ Йĕркеленӳ пухăвĕнче никĕсленĕ. Президент пулма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Культура, вĕренӳ тата нацисен хушшинчи çыхăнусен комитечĕн председательне Атнер Петрович Хузангай филолог-ăсчаха суйланă.

(2013 çулхи юпан 26-мĕшĕнче иртнĕ VIII Аслă пухура суйланă) 

ЧНК VI Аслă Пухăвĕнче суйланă Ваттисен Канашĕ




#Article 395: Саамсем (271 words)


Саа́мсем (саа́ми, лопари́, лапла́ндсем; тăван ячĕ — , ; , , ) — сахал йышлă финн-укăр халăхĕ; Çурçĕр Европăри вырăнти халăх. Скандинавсем вĕсене lappar е lapper, вырăссем — «лопари» (лопарьсем), «лоплянсем» е «лопь» тенĕ. 

Пĕрремĕш саам алфавитне латиница никĕсĕпе (хăçан?) тунă. 1920-мĕш çулсен вĕçĕнче саамсен çыруне тăвас тесе хăтланнă. 1931 çулта латин никĕсĕпе çурçĕрти халăхсем валли унифициленĕ алфавитасем туса хатĕрленĕң. 1933 тата 1934 çулсенче ăна çĕнетнĕ. 1934 çулта тунă алфавит:

Aa, Bʙ, Cc, Çç, Ꞓꞓ, Dd, D̦d̦, Ʒʒ, Зз, Ee, Əə, Ff, Gg, Ģģ, Hh, Ii, Ьь, Jj, Kk, K̦k̦, Ll, L̦l̦, Mm, M̦m̦, Nn, N̦n̦, Ŋŋ, Oo, Pp, Rr, R̦r̦, Ss, Șș, Ꞩꞩ, Tt, Țț, Uu, Vv, V̦v̦, Zz, Z̦z̦, Ƶƶ.

Кириллица çинче никĕсленĕ алфавита 1937 çулта йышăннă. Унта вырăс алфатинчи сас паллисем, Щ щ тата Нг нг диграфсăр пуçне, пулнă. Букварь кăларнă, çакăн хыççăн саам чĕлхипе кĕнеке пичетлесси Совет Союзĕнче пăчланать.

А а Ӓ ӓ Б б В в Г г Д д Е е Ё ё Ж ж З з Һ һ

/a/ /*a/ /b/ /v/ /g/ /d/ /je/ /jo/ /ʒ/ /z/ /ʰ/

И и Й й Ҋ ҋ Ј ј К к Л л Ӆ ӆ М м Ӎ ӎ Н н Ӊ ӊ

/i/ /j/ // /ç/ /k/ /l/ /ɬ/ /m/ /m̥/ /n/ /n̥/

Ӈ ӈ О о П п Р р Ҏ ҏ С с Т т У у Ф ф Х х Ц ц

/ŋ/ /o/ /p/ /r/ /r̥/ /s/ /t/ /u/ /f/ /x/ /ʦ/

Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ Ыы Ь ь Ҍ ҍ Э э Ӭ ӭ Ю ю Я я

/ʧ/ /ʃ/ /ʃj/ // /ɨ/ /j/ * /e/ /*e/ /ju/ /ja/




#Article 396: Нимĕçсем (474 words)


Нимĕçсем (ним. Deutsche), — Германире пурăнакан, нимĕçле калаçакан халăх.

Нимĕç этносĕн нĕсĕлĕсен шутне алемансем, баварсем, франксем, саксы, лангобардсем, маркомансем, готсем, неметсем, швабсем тата ытти герман йăхĕсем тата также кельтсемпе ретсем кĕреççĕ. Вăтам ĕмĕрсенче çак йăхсем хальхи Германи территорине йышăнса пурăннă пулнă. Герман наци аталанăвĕн ĕçне славянсем те хутшăннă. Германин пысăк пайĕнче славянсем (ободритсем, вагрсем) пурăннă.

Франксен империне 843 çулта аркатсан, Тухăç-Франк патшалăхĕ, X ĕмĕрте вăл Тевтон герман йăхĕ ячĕпе палăрнă).
Нимĕçсен хăйсен ячĕ deutsch (дойч), teutā индоевропă сăмахĕнчен тухать, «халăх» тени пулать. Халĕ французсем, италисемпе испансем вĕсене алеманнсем (алеман йăхĕ), финнсем — саксем, славянсемпе венгрсем — нимĕçсем (немет йăхĕ), акăлчансем — германсем (german) тесе чĕнеççĕ.

Вăрах вăхăт Германи хăй тĕллĕ феодал çĕрĕсене пайланса тăнă, çавăнпа та паянкуна çитиех кунта швабсем, баварсем, саксонсем, франконсем тата ытти ятсем те сыхланса юлнă. Германи çĕрĕсене пуçтарас ĕçре тĕп ĕç-пуçа XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче хăватлă Прусси патшалăхĕ вылянă.

Нимĕç йăхĕсем пĕтĕмпех 1871 çулта çĕрĕсене пĕрлештернĕ хыççăн пĕр наци пулса тăраççĕ. Индустриализаци тата унпа çыхăннă халăх хуласене куçăнни те тĕрлĕ çĕрсенчи этноссен уйрăмлăхĕсене якатнă.

Çурт-йĕр тăвасси енĕпе классикă каркаслă(фахверк çурчĕ) çуртсем, готикă соборĕсем. Фахверкăллă пӳртсем хуласенче те тĕл пулаççĕ.

Вырăнти уйрăлусем сĕтел-тенкелре те курăнаççĕ: çурçĕрте илмлетӳре ытларах касса туни пулать пулсан, кăнтăрта — çырса тунисем чылайрах.

Нимĕç йăлиллĕ тум-тир тĕсĕ 16-17 ĕмĕрсенче çирĕпленнĕ, кайран вара 19 ĕмĕрте усă курма пăрахнă. Хĕрарăмсем корсажсем, кофтăсем, тĕрлĕ вăрăммăшлĕ юбкăсем, передники, хул çинчи тутăрсем, Çӳлти Баварире — платье. Арçынсем кĕпесем (рубахи), кĕске тата тăсăл йĕмсем, кĕске хул кĕпесем, жилетсем тăхăнса çӳренĕ, мăй тутăрĕсем çыхнă. Ура пушмакĕсем — сăран пушмакĕсем пряжками, атăсем, сайра — йывăç пушмаксем пулнă. Каярахпа кăнтăр енче тироль тумĕ хисепе тухать — кĕске йĕмсем на подтяжках, шурă кĕпе, хĕрлĕ тĕслĕ кĕске хуллă кĕпе, чĕркуççи тарин чăлха, туфльă, кайăк тĕкĕллĕ шлепке.

Апат-çимĕçĕ — хуçалăх тĕсĕнчен килет. Çурçĕр енче — çĕрулми, ыраш çăкăрĕ, кăнтăр енче — çăнăхран пĕçернĕ çимĕçсем, лапша, клецки, тулă çăкăрĕ. Сосискăсемпе тултармăшсем (кăлпассисем) нимĕçсен пĕрлĕх апат-çимĕçĕсем. Халăх ĕçекен классикăллă шĕвекĕ — сăра. Уяв çимĕçĕ — сысна пуçĕ, сысна какайĕ, хур какайĕ, карп, йӳçетнĕ купăста, çăнăхран пĕçернĕ нумай çимĕçсем — тортсем, пĕренĕксем, печенисем.

Тĕп уявĕсем — Раштавпа Çĕнĕ Çул.

Кăрлачра, нарăсра карнавалсем (тĕслĕхрен, Кёльн карнавалĕ) иртереççĕ.

Вальпурги каçĕ — чи паллă авалхи уяв, çĕр пуянлăхне халалласа тăваççĕ. Вальпурги каçне ешерекен çуркуннене асăнса ака, 30 çĕрле уявлаççĕ.

Вальпурги каçĕн ячĕ таса Вальпурги, Уимбурнă монахини ятĕнчен куçнă. Монахиньă Англирен Германие 748 çулта мăнастыре никĕслеме, уçма килнĕ. Вăл нарăс, 25 777 çулта Хайденхаймра çĕре кĕнĕ. Пурнăçĕнче ăна хисепленĕ, вилнĕ хыççăн таса вырăнне хума тытăннă. Рим тĕнĕн таса çыннисен шутĕнчи уяв кунĕ — çу, 1.

Вăтам ĕмĕрсенче тĕшмĕш ĕненĕвĕпе, Вальпурги каçĕнчи тухатмăш карчăкĕсен ĕçкĕ-çикĕ иртĕхĕсене пĕтĕм Германире, Скандинавире пуçтарăннă. Çав тухатмăш карчăксем шăпăрсем çине утланса ларса ту тăррисем çине вĕçсе çитнĕ, унта вĕсем демонсемпе, мурсемпе ĕçнĕ-çинĕ, ташланă, аскăннă.

Вальпурги каçĕ пекки Америкăра Хеллоуин шутланать.

Германири халăхсем Христос тĕнĕпе пурăнаççĕ:

Нимĕçсем раççей ăслăлăхĕпе этеплĕхне чылай ӳсĕм кӳнĕ. Нумайăшĕсем патшалăх тата çар-вăрçă хĕсметĕсенче тăнă.

Тĕп статья: Раççей нимĕçĕсем.




#Article 397: Ухсай Яков Гаврилович (109 words)


Ухсай Яков Гаврилович (паспортри хушамачĕ Никифоров, 1911, чӳк, 26, Ĕпхӳ кĕперни, Слакпуç ялĕ — 1986, утă, 7, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш сăвăçи, драматургĕ, литература тĕпчевçи, çыравçи.. 

СССР ÇП пайташĕ (1938 ç.). 

Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Унтах «Коммунар» чăвашла хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Ӗпхӳри НИИ ЯЛИре вăй хунă. Патăрьелти тата Чĕмпĕрти педагогика училищисенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Унăн пурĕ 60 кĕнеке патнелле пичетленсе тухнă:

Вăл çавăн пекех К. В. Иванов пултарулăхĕ çинчен, Чăваш Енĕн юханшывĕсемпе çĕрĕсем çинчен публицистикăллă статьясем çырнă.

Вăрçăра Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин 1-мĕш тата 2-мĕш степеньлĕ медальсене тивĕçнĕ. Литературăри хастар ĕçшĕн Ленин, Октябрь Революци, Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата «Хисеп палли» орденĕсене тивĕçнĕ.




#Article 398: Хуракассинчи трагеди (201 words)


Хуракассинчи трагеди (Хуракасси шкулĕнчи пушар), — Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Хуракассин ялĕн шкулĕнче сиксе тухнă пушарта пулнă питĕ хăрушла инкек-синкек. 

Ку йывăр пăтăрмах 1961 çулхи чӳк уйăхăн 5-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Пурĕ 106 ачапа тăватă вĕрентекенĕн пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă.

Çак кун ачасем ял варринчи йывăç шкула пуçтарăннă. Вĕренӳ çулĕн чĕрĕкĕ вĕçленнĕ май, тата уявпа каникул пуçламăшне саламласа шкулта концерт хатĕрленĕ. Пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем концерта шкула çӳремен йăмăкĕсемпе шăллĕсене те илсе пынă. Юрă шăраннă вăхăтра юнашарти физика пӳлĕмĕнче хăрушла шартлатса çурăлнă сасă илтĕнсе кайнă хыççăнах ачасемпе, вĕрентекенсемпе тулнă зала тавраллах çулăм çавăрса илет. Шалтисем кам чӳрече патне, хăшĕ алăк патне талпăннă, анчах хăшĕ ăçта — нихăшĕ те нимĕн те ăнланман.

Çурт ишĕлсе анса вут тамалсан ухмаха тухнă ашшĕ-амăшĕ, ял халăхĕ çунса кăмрăкланнă кĕлеткесен хушшинче хăйсен тĕпренчĕкĕсене шыранă.

Тепĕр кунне ирпе ирех, вырăнти влаç хушăвĕпе (ыранччен хăварма юрамасть, ыран — Октябрьти революци кунĕ. Уяв сĕмне нимĕн те ан пăстăр), ялтан инçех мар çăва çинче тракторпа траншея чавтарнă, пĕчĕк çеç тупăксене ретĕн-ретĕн вырнаçтарса тракторпах çĕрпе хупланă. Пушар ытамĕнчен хăтăлайман 106 ачапа (вăл шутра шкул çулне çитмен 20 тата 7 çулти 24 ача) 4 вĕрентекен тăванла масар çинче ĕмĕрлĕх канăç тупнă.

Шкул директорĕпе (Ярукин С. И.) физика вĕрентӳçне (Иритков М. Н.) ĕçрен хăтарнă та суда панă.




#Article 399: Зайцев Юрий Антонович (125 words)


Зайцев Юрий Антонович (1890, авăн, 27, Чăваш Ен, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Ирх Çырми ялĕ — 1972, раштав, 25, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш ӳкерçи.

СССР ӲП пайташĕ (1934). Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1968).

М.С. Спиридоновпа, Н.К. Сверчковпа пĕрле чăваш сăрă ӳнерне никĕс хураканĕсенчен пĕрри шутланать.
 

Ашшĕпе амăшĕ: Антон Семеновичпа Матрена Егоровна Плотниковсем.

Ятарлă ӳнер вĕренĕвне илмен. Ӳнер ăспуххине çамрăк ӳкерçĕ А.Г. Львов турăш çыравçи патĕнче, юнашар ялти чиркĕве илемлетнĕ çĕрте кӳленнĕ.

Пурнăç тăршшипех ӳнер ĕçĕпе пĕрлех фотографие юратнă. 1927 çултанпа Шупашкарта «Канаш» хаçат, «Сунтал» журнал рудакцисенче тăрăшнă. Тăван халăхăн ӳнер йăлине тĕпченĕ, хăйĕн ĕçĕсенче наци сюжечĕсемпе усă курнă («Язычница», «Пузырист на свадьбе»). Анчах та вульгар-социологи критики ăна халăх тăшманĕ тесе айăпланă. Юрий Антоновичăн тăван çĕртен тухса кайма тивет, темиçе çул хушши Крымра пурнать. 

Тĕп ĕçĕсем:




#Article 400: Шолохов Михаил Александрович (164 words)


Шолохов Михаил Александрович, вырăс совет çыравçи. 1905 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Ростов облаçĕнче çуралнă. 1984 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче вилнĕ.

Ашшĕ — Александр Михайлович Шолохов (1865—1925), Кисан кĕпернийĕнче çуралнă. Амăшĕ — Анастасия Даниловна Черникова (1871—1942) — хресчен хĕрĕ. Михаил Шолохов Ростов облаçĕнчи Вёшенски казаксен станицинчи Кружилин хуторĕнче çуралнă.

Малтан пĕрремĕш тĕнче вăрçи, кайран граждан вăрçи пуçланса кайнă пирки пуçламăш тăватă класа кăна вĕренсе тухнă. 15 çул çитсен хăй ирĕкĕпе Хĕрлĕ Çара çырăннă. 1922 çулта большевиксем пĕтĕм влаçа хăйсен аллине илнĕ хыççăн Мускава çитнĕ. Кунта вăл «Молодая гвардия» (Çамрăк гварди) литература ушкăнĕн ĕçне хутшăннă, выçă ларас мар тесе грузчик, каменщик пулнă, тĕрлĕ ĕçсене тунă. 1923 çулта «Юношеская правда» (Çамрăксен чăнлăхĕ) хаçатра унăн пĕрремĕш фельетонĕ пичетленсе тухнă. 1924 çулта вăл хаçатрах унăн пĕрремĕш калавĕ тухнă. 1924 çулхи çуллахи уйăхсенче вал хăйĕн тăван çĕрне таврăнать. Кунта унăн пĕтĕм малаллахи пурнăçĕ иртет.

Унăн чи паллă ĕçĕсем: «Тихий Дон» (Лăпкă Дон), «Поднятая целина», «Они сражались за Родину» (Вĕсем тăван çершывшăн çапăçнă, çырса пĕтереймен) романĕсем.

Унăн ĕçĕсене нумай çыравçă чăвашла куçарнă.




#Article 401: Энĕш (юханшыв) (145 words)


Энĕш, — Чăваш Енри юханшыв. Çĕрпӳ тата Куславкка районĕсем тăрăх юхать, Куславккаран çӳлĕрех Атăла юхса кĕрет. Юханшыв тăршшĕ 60,7 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 904 км2.

Чи пысăк юпписем: Мăн Энĕш, Вăта Энĕш, Кĕçĕн Энĕш.

Аслă Куснар çывăхĕнче Пысăк Энĕше Вăтам Энĕшпе (Виртен) пĕрле юхса кĕреççĕ. Виçĕ юханшыв пĕрлешнĕ хыççăн ĕлĕк-авал Енĕш (Пысăк Энĕш) самаях тулли шывлă пулнă пулмалла. Куснарти ватă çынсем каласа хăварнипе, юханшыв çывăхĕнче ашшĕ-амăшĕ ачине асăрхаттарса каланă: Шыва ан кĕр, ан иш, путса вилен!  тесе кăшкăрнине час-часах илтме пулнă. Каярахпа ял çыннисем « Куснар» юханшывне « Аниш», тата каярах – «Энĕш» теме пуçланă. Вара ытти ялсене те çав ят сарăлнă.

Çулсем иртнĕ май армансен шучĕ ӳссех пынă. 1913 çулта пирĕн вулăсра арман хуçисем тата армана тара илнĕ хуçа (арендатор) шучĕ 14 çынна çитнĕ.

Енĕш хĕрринче вырнаçнă ялсем: Тавăшкасси, Энĕшкасси, Шĕнер Ишек, Энĕшхĕрри, Туçа, Хурамал, Улмалуй, Пишенкасси, Эплес, Куснар, Кĕçен Карач, Çатрăк, Елчĕк, Варасăр, Тĕмшер.




#Article 402: Кĕçĕн Пăла (115 words)


Кĕçĕн Пăла е Тип Пăла (Хăр Пăла), — Чăваш Енри юханшыв , Пăлан сулахай юппи. Кĕçĕн Çĕрпӳел патĕнче пуçланать те хĕвелтухăçнелле юхса Патреккел патĕнче Пăлана юхса кĕрет. Тăршшĕ 45,4 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 393,5 км2. Юпписен шучĕ вуннă патнелле.

Кĕçĕн Пăла хĕрринче Нĕркеç, Тĕвенеш, Янкасси, Курнавăш, Аслă Шăхаль, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Пăва, Кипеç, Тăрăм, Елчĕк, Тускел, Акчел, тата ялсем вырнаçнă.

Кĕçĕн Пăлана юхса кĕрекен пĕчĕк юханшывсен чи пысăкки-Таяпа.

Раççей патшалăх шыв реестрĕн хыпарĕпе Тури Атăл  бассейн округĕне кĕрет. Шыв хуçалăх участокĕ Сĕве вăрринчен Элшел ялĕ таран. Юханшывăн кĕçĕн бассейнĕ — Атăл юпписен бассейнĕ Хура Атăлпа Сăр хушшинче .  Юханшыв бассейнĕ - Тури Атăл Куйбышев шывуправĕччен, Хура Атăл бассейнĕсĕр.

Раççей патшалăх реестăринчи данныйсем   Государственный водный реестр РФ: 




#Article 403: Хырла (юханшыв) (133 words)


Хырла (Хырлă), — юханшыв, Сĕвен сулахай юппи. Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнче пуçланать те Шăмăршă районĕн çурçĕр енчи çĕрĕсем тăрăх юхать те Тутарстанра Сĕвене юхса кĕрет. Пĕтĕмĕшле тăршшĕ 91,5 çухрăм, Чăваш Енри — 37,5 çухрăм. Пĕтĕмĕшле бассейн лаптăкĕ 1005 км2, Чăваш Енре — 510 км2.

Шыв кадастрĕнч номер 8010400612112100002508.
Чи пысăк юпписем: Мăн Хырлапа (29,2 çухрăм) Кĕçĕн Хырла (17 çухрăм).

Хырла çинче Пăва хули ларать.

Патăръел, Шăмăршă тата Кăçал районĕсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме Хырла çинче 15 млн м3  калăпăшлă шыв усравне тăваççĕ. Вăл Палтиел ялĕнчен 1 км çурçĕрĕлле, Патирек ялĕнчен 3 км турирех вырнаçнă.

Виçисем:  

Шыв усравне  «Институт» Чувашгипроводхоз» ХАУ проекчĕпе тăваççĕ. 2005 çулта ĕçлеме пуçланă.

Шывпухине 2010 çулта тултарма тытăнаççĕ 
Шывпуххи Патăръел, Шăмăршă тата Кăçал районнĕнчи 84 яла шывпа тивĕçтерекен системăн пуçламăш тапхăрĕ пулса тăрать.

Ейӳ вăхăтĕнче байдаркăсемпе кайма май пур. 




#Article 404: Либери патшалăхĕн гимнĕ (171 words)


All Hail, Liberia, Hail!, - Либери патшалăхĕн гимнĕ. Акăлчанла сăввине Даниэль Бошиель Ворнер президент (1815-1880) çырнă, кĕввине - Olmstead Luca (1836-?).

All hail, Liberia, hail! (All hail!)
All hail, Liberia, hail! (All hail!)
This glorious land of liberty
Shall long be ours.
Though new her name,
Great be her fame,
And mighty be her powers,
And mighty be her powers.
In joy and gladness
With our hearts united,
We'll shout the freedom
Of a race benighted,
Long live Liberia, happy land!
A home of glorious liberty,
By God's command!
A home of glorious liberty,
By God's command!

All hail, Liberia, hail! (All hail!)
All hail, Liberia, hail! (All hail!)
In union strong success is sure.
We cannot fail!
With God above
Our rights to prove,
We will o'er all prevail,
We will o'er all prevail!
With heart and hand our country's cause defending,
We'll meet the foe with valour unpretending.
Long live Liberia, happy land!
A home of glorious liberty,
By God's command!
A home of glorious liberty,
By God's command!




#Article 405: Пирĕн пурнăç (хаçат) (150 words)


Пирĕн пурнăç () — Чăваш Енри Хĕрлĕ Чутай районĕн хаçачĕ.

Чăвашла тухать.

Тĕп редакторĕ - Оринова Алина Николаевна. 

Чăвашла эрнере 2 хут тухать. Тиражĕ: 6000.

Адрес: 429230, Чăваш Ен, Хĕрлĕ Чутай сали.

Хаçат коллективĕ çамрăк, вунă çынран тытăнса тăрать, вĕсенчен 5-шĕ – хевтеллĕ ĕçченсем. 

Хаçатăн кун-çулĕ йывар та, пуян та пулнă. Халиччен унăн ячĕ 7 хут улшăннă. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ ака уйăхĕнн 6-мĕшĕнче Етĕрне хулинче тухма пуçланă. Вăл иккĕ çул хушши «Коллективист» ятпа вырăсла тухнă. Пĕрремĕш хаçат çине алă пусаканĕ, яваплă редактор çумĕ – Николай Алексеевич Элле вырăс пулнă. Иккĕмĕш номерне Д.Андреев яваплă редактор алă пуснă, малашнехи номерĕсене – Я.Ефимов. 

Вăрçă хыççăнхи çулсенче редактор пулса Василий Степанович Чобайкин, Михаил Типчаковский, Александр Иванович Шинжаев ĕçленĕ. Хаяр вăрçăра Çĕнтерĕве çывхартас тата вăрçă хыççăнхи пурнăçа çĕнетес ĕçре вĕсен тÿпи пысăк пулнă. 

Унăн тиражĕ çав вăхăтра 6300 экземпляра çитнĕччĕ. 

Юлашки çулсенче «Пирĕн пурнăç» хаçата Николай Павлович Барышников, Владимир Николаевич Чернов, Михаил Александрович Чемашкин редакцилерĕç.




#Article 406: Митта Ваçлейĕ (112 words)


Митта Ваçлейĕ (паспортра: Митта Василий Егорович; 1908 çулхи пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ, Аслă Арапуç ялĕ, Чăваш Енĕн Патăрьел районĕ — 1957 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ, тăван ялĕнчех), — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. СССР ÇП пайташĕ (1934 ç.)

Ялти шкула пĕтерсе Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕнĕ, унта вĕреннĕ чухне литературăпа хавхаланнă. Хутарти колхоз çамрăкĕсен шкулĕн директорĕ, Патăрьел район хаçачĕн яваплă секретарĕ пулнă.

Каярахпа Шупашкарта хаçат-журналта, радиора ĕçленĕ.

Вĕрентекен, Шупашкарта район хаçачĕн секретарĕ пулса ĕçленĕ, радиокомитетра, кĕнеке издательствинче вăй хунă. 

Паллă кинорежиссёрăн, Александр Наумович Миттан,  чăн хушамачĕ — Рабинович. Ăçтан тупăннă-ха уншăн Митта тени? Ак мĕн аса илет çак çын:

 
 

Эппин, паллă кинорежиссёр хăйне валли псевдоним суйласси çак пулăм витĕмĕпе пулни каламасăрах паллă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем:




#Article 407: Терентьев Юрий Петрович (120 words)


Терентьев Юрий Петрович (1961 çул, авăн, 13, Чăваш АССР, Элĕк районĕ, Сарпăлат ялĕ) — 1995, раштав, 23) — чăваш прозăçи.

СССР ÇП пайташĕ (1991).

Вăтам шкулта вĕренсе тухсан, 1978 çулта Элĕк районĕнчи «Ленин çулĕпе» (халĕ «Пурнăç çулĕпе») хаçат редакцийĕнче корректорта, çакăн хыççăн хăй çуралнă ялтах клуб ертӳçинче ĕçленĕ. 1979-1981 çулсенче çар хесметĕнче пулнă. 1982-1987 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Пĕр хушă Ставропольти «Молодой коммунист» ятлă çамрăк хаçатĕнче вăй хунă.

Юрий Терентьев «Кремль сакки сарлака» (1989 çулта кĕнекепе тухнă), «Чечек çыххи» (1991 çулта кĕнекепе тухнă), «Коррида, самурайсем тата анăçран тухнă хĕвел», «Çурхи тĕлĕк» повеçсен, «Амăш чĕри», «Кӳрентерчĕç», «Чăн турă», «Телей куççулĕ», «Вырăнлă парне» калавсен авторĕ.

Çавăн пекех 1990 çулта унăн «Касман Туртакассинчи чап-чап уйăхĕ» кĕнеки пичетленсе тухнă.




#Article 408: Эйфель Густав Александр (134 words)


Александр Густав Эйфель ()), — Франци инженерĕ. 1832 çулхи раштавăн 15-мешĕнче Дижон хулинче çуралнă. 1923 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Парижра вилнĕ.

Густав Эйфел чукун çулсем сарнă, кĕперсем (Бордори кĕпер, Опорто (Португали)патĕнчи Дуэро урлă кĕпер, тата ыттисем) ăсталанă, виадуксем, вокзалсене (Пештри) хăпартнă. Ниццăри абсерваторин çаврăнакан тăррине те вăлах ăсталанă. Абсерватори тăрри 100 000 кг таять пулсан та ăна пĕр çын ним мар хускатма пултарать.

Парижра 1889 çулхи курав валли турул туса лартнă хыççăн вăл тĕнчипе чапа тухнă. Ку турул XIX ĕмĕрти паллă техника çурчĕсем шутне кĕрет. Эйфел турулне Марсово уйĕнче Йен кĕперне хирĕç лартнă. Хăй вăхăтĕнче вăл чи çӳллĕ çурт пулнă. Унăн çӳллĕшĕ 300 метр пулнă. Турула тимĕртен тунă, вăл виçĕ хутран тăрать.

Турула 1887 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕпе 1889 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕ хушшинче хăпартнă. Ăна ăсталама пурĕ 6,5 млн. франк тăкакланă.

Тĕплĕнрех пăхăр: Эйфел турулĕ




#Article 409: Илле Тукташ (158 words)


Тукташ Илья Семёнович (паспортри хушамачĕ Семёнов) (1907 çул, утă, 29, Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Мăн Тукташ ялĕ — 1957 çул, кăрлач, 20 Шупашкар) — пĕрлĕх ĕçченĕ, чăваш сăвăçи, тăлмачĕ, фольклорисчĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1934), Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ (1945-46), Тăван Атăл журнала йĕркелекенсенчен пĕрри тата унăн тĕп редакторĕ.

Ялти пуçламăш тата Хĕрлĕ Чутайри сакăр çул вĕренмелли шкулсенче вĕреннĕ. Вуннă пиллĕкрех çамрăксен юхăмне хастар хутшăнма тытăннă. 

Вăрçăран ӳпке чирĕпе (туберкулёз) таврăннă, сывалма май килмен. 

И.Тукташ — лирика сăвăçи. Унăн «Шур кăвакарчăн», «Ӳс, çĕршыв, хăватлан», «Тăван çĕршыв» сăввисем чăваш литературин ылтăн пуянлăхне кĕнĕ. «Тăван çĕршыв» сăвăпа Г. Лебедев хывнă юрă Чăваш Енĕн патшалăх гимнĕ пулса тăнă.

Илле Тукташ калавсем те, повеç те çырнă, М. Шолоховăн «Сухаланă çерем», «Лăпкă Тан» романĕсен хăш-пĕр сыпăкĕсене, М. Горькин «Хĕрпе вилĕм», «Кăйкăр çинчен хунă юрă» хайлавĕсене, В.Шекспир сонечĕсене, А. Навои, В. Лебедев-Кумач, С. Алымов сăввисене чăвашла куçарнă, чăваш фольклорне пухса кăларас тĕлĕшпе чылай ĕçленĕ. 

Вăл пухнă чăваш фольклорĕ 1941, 1949 çулсенче «Чăваш фольклорĕ» ятпа тухнă. 




#Article 410: Хирлеппуç Мĕлĕш (378 words)


Хирлеппуç Мĕлĕш (кĕскен Хирлеппуç), — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Тавăт ял тăрăхне кĕрет.

Элĕкрен 6 çухрăм анăçалла вырнаçнă. Урамсем Хирлеп шывĕн икĕ енче саралса лараççĕ. Ĕлĕкрен пӳртсене касăн лартнă пулнă, каярах, халăх хунаса пынă май, уйрăлса тухса çынсем, çĕр енчен хĕсеккипе, çырма патнерех вырнаçма тытăннă. Çапла вара хирĕçле иккĕ касă урам туса хунă.

Ялтан анăç еннелле -  Шăлан выççăлкипе Шураç ялĕ, çурçĕр еннелле- Кораккаси, кăнтăрта - Хуравар, Хитекушкăнь, Павлушкăнь ялĕсем вырнаçнă. Тавăта тӳрĕ çул çук - кăнтăр-анăç тĕлнелле çуран çырмапа иккĕ улăхпа иккĕ уй урлă утса каçмалла. Тухăç-çурçĕр еннелле иккĕ çухрăм утсан Тукача çитме пулать. Хĕвел тухăç енче — Торăпкасси (пĕр çухрăм çурă), Асамат (5 çухрăм) ялĕсем.

Хирлеппуç Мĕлĕш хăйĕн ятне Хирлеп юханшывран йышăннă. Халăхра авалтан упранса юлнă халапсенче Хирлеппуç Мĕлĕш ялне пуçарса яраканĕ Христос тĕнне кĕмен Мĕлĕш ятлă чăваш пулнă теççĕ. Çавăн пекех Хуравар, Хитекушкăнь, Торăпкасси, Çĕнушкăнь (Асамат ялĕ) тата Павлушкăнь (тепĕр ячĕ — Пĕчĕк Хирлеп) ялĕсене те Мĕлĕш тымарĕ теççĕ.

Хĕрлĕ Чутай районĕнче, Кушлавăш ялĕ çумĕнче Мĕлĕш ялĕ пур. Çак яла Элĕк тăрăхĕнчи мĕлĕшсем куçса кайса никĕслесе янă, теççĕ.

Шур çырма, Çĕлен çуч, Мăн улăх, Мăн вар, Хурлăхан варĕ, Ярска варĕ, Чичак вар, Улмуççи варĕ, Шевлен, Ларла çарань, Улюнка тăвайкки, Упа вар, Чӳчек вар, Тури вар, Çара вар, Ырчăк вар, Хĕлĕп пĕви, Тури пĕве.

Ялта 245 çын (2006) пурăнать; 5 урампа 1 тăкарлăк: Тĕп (авалхи ячĕ - Улăх кукри), Кооператив (Хăркăн), Тăкăрлăк (Хирлеп кукăрĕ, Турчка кукăрĕ урамсене пĕрлештернĕ хыççăн), Шкул (Ускам), Комсомол  (Хирлеп кукри) урамĕсем. 

Фельдшер уйрăмĕ, культура çурчĕ, вулавăш, кооператив лавки пур. Пĕр хутлă çуртсем лараççĕ, хутран-ситрен иккĕ хутлисем те тĕл пулаççĕ.

Элĕкрен Хирлеппуçне çити Торăпкасси витĕр асфальт сарнă автомобиль çулĕ пырать.

Асфальт çулне малтанлăха Тăкăрлăк урамĕн çуррине кăна хунă.

Ял çумĕнче лăсăллă тата çулçăллă вăрман тӳпене кармашать. Унта хыр, чăрăш, çемçе чăрăш, пихта, çăка, хурама, хурăн, вĕрене, тирек, йăмра ӳсет.  Йывăç хӳтлĕхĕнче, уй-хирте тĕрлĕ вĕçен кайăк, вĕсен хушшинче хурчка, тăмана, ӳхĕ, тăрна, шăнкăрч, шăпчăк, чĕкеç, тăри, пилеш кайăкĕ, улатакка, пăрчăкан, куккук, вĕршĕн тата урăххи те йăва çавăрса чĕпĕ кăларать.

Çырмана пӳлсе тунă шыв кӳллисенче чылай хир кăвакалĕ самăрланать. Кунта уланкă, карп, карас тата тĕрлĕ пулă чӳхенет.

 

Ялти  сакăр çул вĕренмелли шкула хупаççĕ, халĕ ачасене вĕренме Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкула автобуспа турттараççĕ.

Тепĕртакран хуçалăх пурлăхне аркатаççĕ. Халĕ ферма ишĕлчĕксем çеç кунта паллă колхоз ĕçленине кăтартаççĕ.

Малти Хирлеп, Кайри Хирлеп, Мăн Хирлеп.




#Article 411: Марков Борис Семёнович (147 words)


Марков Борис Семёнович (1924 çул, пуш, 7 Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ — 1977 çул, пуш, 25, Мускав- Шупашкарта пытарнă), — РСФСР халăх артисчĕ, чăваш халăх артисчĕ, театр режиссёрĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ (1962-66).

Шупашкарти педтехникумра ăста пĕлĕвне илнĕ. Вĕренсе тухсан Тавăтри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ.

Вăрçă пуçлансан Борис Семенович нимĕç нацисчĕсене хирĕç çапăçма фронта тухса кайнă, артиллерине лекнĕ. 

Вăрçă вĕçленсен Борис Марков ГИТИСа вĕренме кĕрет. Алла диплом илсен, Шупашкара ĕçе таврăнать. Çиччĕ çул Чăваш академи театрĕнче спектакльсенче тĕп сăнарсене вылять. Чăваш АССР халăх артисчĕн ятне тивĕçет.

Чăваш музыка театăрĕн тĕп режиссерĕн ĕçĕсене туса пынипе пĕрлех Б.С. Марков 1968-1972 çулсенче ССР Союзĕн Мăн театрĕнче опера режиссёрĕн пулса ĕçлет, ГИТИСра лекцисем вулать, доцент ятне тивĕçет.
 

Борис Семенович Марковăн чаплă ĕмĕрĕ кĕске пулнă, унăн чĕри 1977 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче тапма чарăнать.

Халăх юратнă ентеше Шупашкарти мемориал çăвине пытарнă.

Вăл ӳнер ыйтăвĕсемпе 2 кĕнеке, 40 ытла статья çырнă. 




#Article 412: Герасим Пилеш (120 words)


Пилеш Герасим Дмитриевич (паспортпа: Харлампьев, 1913 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕ, Мăн Тукташ ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен, — 1994 çулхи чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕ, Шупашкар), — чăваш çыравçи, ӳкерçи 
.

Чăваш Ен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. 1940 çултанпа РСФСР ӳкерçисен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

Чăваш литературине чи малтан вăл кĕске пьесăсене, ача-пăча калавĕсене парнеленĕ. Чăваш театрĕсенче драматургăн «Кăмăл уçăлсан», «Çурхи кĕвĕсем», «Юрату вилĕмсĕр» пьесăсене яланах ăшшăн та чĕререн юратса кĕтсе илеççĕ. «Юрату вилĕмсĕр» драмине Кейӳ хулинче Украинăн патшалăх драма театрĕ лартнă. Герасим Дмитриевич ӳнер куравĕсене хутшăннă, М. Спиридоновпа Н.Сверчков чăваш ăстисем çинчен очерксем çырнă.

Пурĕ унăн 25 кĕнеке пичетленсе тухнă. Паллă ĕçĕсем: «Илемлĕ ир», «Юрату вилĕмсĕр», «Йăлтăр çăлкуç», «Тăрнасен ташши», «Пĕчĕк çеç юмахсем», «Иртнĕ çулсенче», «Ытарайми çĕршывра», «Вăрман юрри», «Голубята» (Кăвакарчăнсем), «На пасеке» (Утарта).




#Article 413: Ефимов Мирон Ефимович (159 words)


Ефимов Мирон Ефимович (1915 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕ, Самушкă ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР, РСФСР -  2013 çулхи авăнăн 3-мĕшĕ,  2013 çулхи авăнăн 6-мĕшĕ, Мускав, РФ) — вăрçă вĕçевçи, Совет Союзĕн Паттăрĕ.

ВЦСПС спартакиадине хутшăнса Мирон Ефимович иккĕмĕш вырăна йышăнать. Комсомол путёвкипе ăна Ейск хулинчи Тинĕс çар авиацийĕн училищине вĕренме яраççĕ. 1939 çулта вăл ăна чи лайăх паллăсемпе пĕтерет.

Вăрçă вăхăтĕнче М.Е. Ефимов тăшмана тĕп тума пурĕ 500 хутчен вĕçеве тухнă. Сывлăшри çапăçусенче хăй пĕччен çеç Гитлер çарĕн 17 самолётне, çĕр çинчи 68 самолётне, 16 танкне, 500 яхăн автомашинине, ытти çар хатĕрĕсене чылай аркатнă. 1942 çулта маттур лётчика Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне панă. Севастопольшĕн пынă çапăçусем вăхăтĕнче авиаполк командирĕн çар хисепĕ таран ӳсет.

Мирон Ефимович 2013 çулхи авăнăн 3-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Паттăр вĕçевçĕне Ховань çăвине пытарнă.

Мирон Ефимовича тăван çĕршыв мăнаçлă хакланă: паттăра Ленин орденĕпе, виçĕ хутчун Хĕрлĕ Ялав орденне, икĕ хутчен 1 степеньлĕ Тăван çĕршыв вăрçин орденне, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, нумай медальсене, çав шутрах Болгари медальне парса чысланă.




#Article 414: Пурнăç çулĕпе (хаçат) (108 words)


Пурнăç çулĕпе () — Чăваш Республикинчи Элĕк районĕн хаçачĕ. 

Тĕп редакторĕ: Марина Леонтьева.

Чăвашла эрнере 2 хут тухать. Тиражĕ: 3 пине яхăн.

Вырнаçнă тĕлĕ: 429230, Чăваш Ен, Элĕк, Совет урамĕ, 35-мĕш çурт.

Электронлă адресĕ: e-mail: gazet@alikov.cap.ru.

Пĕрремĕш редакторĕ Тимофей Яковлевич Золотов (1907 çур.) пулнă. Ун хыççăн редактор ĕç вырăнĕнче Степанов А.С. (1933), Меценатова П.С. (1933-1937 ç.ç.), Куравлев В.П. (1937-1938 ç.ç), Тихонов И.Т. (1938-1940, 1947-1951 ç.ç.), Саперкин С.Ф. (1940-1944 ç.ç.), Лисин Х.И. (1944-1947 ç.ç.), Мешков А.Н. (1951-1955, 1957-1958 ç.ç.), Петров И.П. (1955-1956 ç.ç.), Чирков И.А. (1956-1957 ç.ç.), Соловьев П.Н. (1961-1962 ç.ç.), Кустиков А.Г. (1958-1961, 1965-1986 ç.ç.), Владимиров Л.М. (1986-1993 ç.ç.), Степанов В.Ф. (1994-1996  ç.ç.), Тимофеева Е.С. (1996-1998 ç.ç.) ĕçленĕ.




#Article 415: Мускав патшалăх М. В. Ломоносов ячĕллĕ университечĕ (139 words)


Мускав патшалăх М. В. Ломоно́сов ячĕллĕ университечĕ (МПУ) — Раçейĕн малта пыракан пысăк вĕренӳ аслă шкулĕ, тăван çĕршывăн ăслăхпа культура центрĕ, Раççейĕн ватă  университечĕсенчен пĕрри.

Университета Елизавета патша хушнипе 1775 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Мускав хулинче М. В. Ломоносовпа И. И. Шувалов граф тăрăшнипе никĕсленĕ. Татьяна кунĕ (кăрлачăн 25-мĕшĕ) МПУ çуралнă кунĕ шутланать.
 

Ӳкерчĕк:Ivan Shuvalov by F.Rokotov (1760, Hermitage).jpg|
Ӳкерчĕк:Указ об основании Московского Университета.jpg|

XVIII çĕрçуллăхра университет йышĕнче виç факультет: философи факультечĕ, медицина факультечĕ тата право факультечĕ пулнă. 1812 çулта университет çумĕнче пулас студентсене хатĕрлеме колледж уçнă. 1779 çулта Михаил Херасков Ырă кăмăл  пансиона уçать, ăна 1830 çулта гимнази тăваççĕ. Университет прессине Николай Иванович Новиков 1780-мĕш çулсенче йĕркелет. Университетре Раççей империн халăх чи кăмăллакан хаçат — Московские ведомости пичетленсе тухать.

Университетрен вĕренсе тухнă çынсем хушшинче Нобель парни, Филдс парни лауреачĕсем, паллă политиксем, çав шутра патшалăх ертӳçисем пур.

Университет çумĕнче ĕçлеççĕ:




#Article 416: Чичканов Пётр Николаевич (142 words)


Чичканов Петр Николаевич (1922 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Яманкасси ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АО — 2008 çулхи кăрлачăн ?-мĕшĕ, Киев, Украина), — чăваш çыравçи, тăлмачĕ, ӳкерçĕ.

Пётр Чичканов — Украина ССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1982), Чăваш республикин тава тивĕçлĕ ӳкерçи (1969), Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, СССР ÇП пайташĕ (1969).

Шупашкарти ӳнер училищинче вĕреннĕ. Канаш районĕн «Социализмшăн» хаçатĕнче литература ĕçтешĕ, кайран Шупашкарти типографире ӳкерçĕ-ретушер пулса тăрăшнă. 

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапранса техника-артиллери училищинче çар пĕлĕвне илсе на Орёл-Курск пĕки тата Беларуç çĕрĕçинчи çапăçусене хутшăннă. Йывăр аманнă хыççăн 1945 çулăн пуçламăшĕнче комановани ăна 1-мĕш гварди танк çарне «Сталинская гвардия» хаçата янă. 1950 çулчен Киев вăрçă тăрăхĕн нумай тиражлă хаçатĕнче ĕçленĕ.

Демобилизациленсен Киеври «Украина» хаçатĕнче редколлеги пайташĕ тата тĕп ӳкерçĕ пулса тăрăшнă.

Вăрçăран таврăнсан çар хаçатĕнче ĕçленĕ.

Пурнăç тăршшĕпех Пётр Николаевич Çеçпĕл Мишшин кун-çулĕпе пултарулăхне тĕпченĕ.

Паллă кĕнекесем:

Украин сăвăçисен сăввисене чăвашла куçарать.




#Article 417: Мышкина Альбина Федоровна (124 words)


Мышкина Альбина Фёдоровна (1972 çул, çĕртме, 16, Чăваш АССР, Канаш районĕ, Анаткас Уçырма ялĕ çур.) — чăваш çыравçи, литература пĕлевçи, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ (2009). 

Чăваш прозине аталантарас ĕçри ӳсĕмсемшĕн вăл Чăваш Енĕн Çамрăксен Патшалăх премине илме тивĕç пулнă (1999).

РФ ÇП пайташĕ (2003).

Ялти вăтам шкулта, Чăваш Патшалăх Университечĕн чăваш филологипе культура факультетĕнче вĕреннĕ. 1995 çултанпа Чăваш Патшалăх Университечĕн журналистика факультетĕнче ĕçлет. 1999-2002 çулсенче аспирантурăра вĕренсе чăваш литературипе филологи ăслăлăхсен кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. 2006 çултанпа наука докторĕ, культурологи кафедрин доценчĕ, чăваш факультечĕн ăслăлăх енĕпе ĕçлекен декан çумĕ.

Литература енĕпе университетра вĕреннĕ чухнех ĕçлеме тытăннă. Паллă ĕçĕсем: «Юр пĕрчи» (1993), «Виçĕ хĕрпе сар каччă» повеçĕ («Ялав» журналта пичетленнĕ, 1995). Ун хыççăн асăннă журналта «Пурнăç техĕмĕ», «Çурçĕр хыççинчи шăнкăрав», «Сӳннĕ ĕмĕтсен утравĕ», «Малтанхи пил» повеçĕсем тухнă.




#Article 418: Абхази (606 words)


Абхази ( [апсны́],  [апхазе́ти]) — хут çинче Грузи шутне кĕрекен республика. Хăйне уйрăм патшалах тесе шутлать, анчах та ыттисем унпа килешсех каймаççĕ халлĕхе. Республика малтанхи Абхази АССРĕн çĕрĕсем çинче йеркеленнĕ. Грузи шутне кĕрет пулсан та Тбилисине пăхăнмасть. Абхазин ирĕклĕхне тĕнчери пĕр патшалăх та йышăнман.

Абхази хăйĕн почтă маркисене кăларать. Укçи — Раççей тенки.

Совет Союзĕнче — Совет Социаллă Абхази Республики тата Абхази Автономи Совет Социаллă Республики (Грузи ССРĕ шутĕнче) пулнă.

Тĕп хули — Сухум. Ытти хуласем: Гагра, Гудаута, Очамчира, Ткуарчал, Çĕнĕ Афон, Гал, Пицунда - курорт-посёлок.

Абхазсене Раççей Федерацийĕн тулаш паспорчĕсене панă пирки вĕсем Раççей гражданĕсем шутланаççĕ. Абхазинче пурăннă грузинсем вăрçă вăхăтĕнче килĕсене пăрахса тарнă, хăшĕсем вара вăрçă хыççăн каялла таврăннă.

Халăх йышĕ — 320 пин çын (2001): абхазсем, эрменсем, вырăссем, грузинсем, грексем, эстонсем, нимĕçсем, поляксем.

Абхази Республикин патшалăх чĕлхи абхаз конституципе килĕшӳллĕ — абхаз чĕлхи. Вырăс чĕлхипе абхаз чĕлхипе пĕрлех патшалăх органĕсенче тата урăх йĕркелӳсенче усă кураççĕ. Патшалăх Абхазире пурăнакан пур этнос ушкăнне те тăван чĕлхепе калаçма ирĕк парать.

Вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс, шавлă юханшывсем, субтропик курăкĕсемпе йывăçĕсем ку вырăна самай илем кӳреççĕ.

Юханшывсем Хура тинĕсе юхса кĕреççĕ. Чи пысăккисем — Кодор (Кудры), Бзыбь, Кяласур, Гумиста — вĕсем шывĕсем тулли. Вĕсем çумăр шывĕпе, çавăн пекех çуркунне юр шывĕпе тулаççĕ. Сăртсем хушшинче питĕ илемлĕ кӳлĕсем (вĕсен шучĕ 180 ытла) вырнаçнă. Вĕсенчен чи паллăраххисем — Рица тата Амткял.

Вăрмансенче тĕрлĕ чĕрчунсем тĕл пулаççĕ: упа, хир сысни, çӳлевĕç, паха пăлан (благородный олень), хир качаки, тур; çӳлерех вырăнсенче — серна, кавказ ăсанĕ; айлăмĕсенче — шакалсем; юханшывсемпе кӳлĕсенче — ăркай, лосось, сазан, шăла и т.ы.т. 

Абхазинче Рица, Гумиста, Пицунда çутçанталăк управĕсем вырнаçнă.

Пицунда сăмсахĕнче авалхи пицунда хырĕсем сыхланса юлнă. Тусем çинче ытларах бук йывăçĕсем (хутран-ситрен иккĕмĕш шайра — самшит), çӳл ту айăккинче — çемçе чăрăшпа чăрăшсем. 2000 м çӳллĕрех субальп криволесье), альп ту çаранĕсем тата вак чул çинчи ӳсекен курăк-йывăç вырăнĕ пуçланать.

Республикăн самай пысăк лаптăкĕнче (75 % патнелле) сăртсем вырнаçнă. Чи çӳллĕ вырăнĕ — Домбай-Ульген сăрчĕ (4046 м). Тĕп ту хырçи урлă Абхазине сăрт каççисем çитереççĕ — Клухорски (2781 м), Марух (2739 м) т.ыт. 

Абхазирен Грузине каякан çулсемпе халĕ усă курмаççĕ — вĕсем çинче минă айне лекме пулать. Кăнтăр-хĕвелтухăçĕнчен Абхазине Колхида айлăмĕ кĕрет. Айлăмăн ансăн пайĕ Кодори юханшывĕн хĕррипе çурçĕр-хĕвеланăçнелле тăсăлать. Сăртсемпе айлăмсем хушшинче сăртлăхсем ункă евĕр. Абхазиинче карстлă пулăмсем самай тĕл пулаççĕ: Курак, Абрскила, Анакопи çĕр шăтăкĕсем т.ыт.

Абхази 7 уйрăм çĕр çине (патшалăх элемĕ çинчи 7 çăлтăр çакна пĕлтерет) пайланать — Садзен, Бзып, Гумаа, Абжуа, Самурзакано, Дали-Цебелда, Псху-Аибга.

Абхази çĕрĕ Кавказ лешьенĕн çурçĕр-хĕвеланăçĕче вырнаçнă. Республикăн кăнтăр-хĕвеланăç енче Хура тинĕс вырнаçнă. Тинĕс хĕрри яка та тӳрĕ, çыран хĕрринче вет чуллă сарлака пляжсем вырнаçнă.

Абхазире нумайрахăшĕ — христиансем. 2003 çулти шутлавпа тĕрлĕ тĕн халăхра епле сарални.

Хăш этнограф шухăшĕпе, чылай абхаз — халăх тĕнĕпе килĕшӳллĕ пурăнать, хăйсене христиансем е мăсăльмансем тесе калаççĕ пулсан та. Христиансем Абхазире Иисус Христос Турă Ывăлĕ вырăнне хумаççĕ, чиркӳсене çӳремеççĕ, причасти тумаççĕ тата типĕ тытмаççĕ. Мăсăльмансем сысна какайне çиеççĕ, эрех ĕçеççĕ, не делают обрезания и Меккăна çитмеççĕ. Никам та тенĕ пекех Евангелие е Корана вуламасть. Пур тĕн уявне — христиансен, мăсăльмансен е халăх йăлин —тĕрлĕ ĕненӳ халăхĕ пĕрле кĕрекере лараççĕ.

Абхазская народная музыка многоголосна. Музыкальный строй абхазских песен (культовых, охотничьих, трудовых) свидетельствует об их древнем происхождении.

Абхаз халăх мсăк инструменчĕсем: аюмаа (кĕтеслĕ арфа), ахымаа (цитра евĕр инструмент), апхерца (2 хĕлĕхлĕ смычковый инструмент), ачариан (флейта ăрачĕ).

Абхаз халăхĕн мусăк пултарулăхне А. М. Баланчивадзе, Г. 3. Чхиквадзе, В. В. Ахобадзе, Д. Н. Шведов, Ш. М. Мшвелидзе, И. Е. Кортуа, А. Позднеев тата нумай ăста пуçтарна.

Абхаз фольколорĕпе хайланă мусăк ĕçĕсем: опера «Изнанники» Д. Н. Шведов, «Мзия» Баланчивадзе (1949 çулта Тбилиси оперăпа балет театрĕнче лартнă.

Истоки театральной культуры Абхазии в народных играх, обрядах и устном народном творчестве.

Абхази телеканалĕсем: АГТРК, Абаза ТВ, InterTV

Республикăри пысăк хуласенче çак хаçат тухать:

Журналсем:




#Article 419: Гагра (373 words)


Гагра, Га́гры (, ) — Грузин Хура тинĕс хĕрринчи курорт хули. 

Гагра — ăшă та йăмăх сăрăллă Грузи курорчĕ, Сочин аэропортĕнчен 36 çм тухăçалла тӳлеклĕ  бухтă хĕрринче вырнаçнă. Тусен хӳтлĕхĕпе кунта хăй евĕр микроклимат, ăшă тинĕс сывлăшĕ — чуна ытамлать. Ту хушăкĕсемпе вĕрекен çилсем хулари сывлăша уçăлтарсах тăраççĕ. Хулара темиçе юханшыв — Жоэквара, Гагрыпш, Аныхамца, Репруа. Анăçалла тата кăнтăр-тухăçалла Пицунда хырлăхĕ хӳхенсе ӳсет.

Халăх йышĕ — 10,7 пин çын (2003).

Кунта Вăтаçĕр тинĕс субтропик климачĕ хуçаланать. Гагра — Хура тинĕс çыранĕнчи чи ăшă та типĕ вырăн. Çулталăкри вăтам температура +17 °C, хĕлле ăшă та çемçе — вăтам  температура +11 °C. Çулла типĕ те шăрăх (+35°С — +38 °C). Çулталăкра 1300 мм таран нӳрĕк ӳкет. Шыва кĕмелли сезон çу уйăхĕнче тапранать те чӳк уйăхĕнче тин вĕçленет. Тинĕсри шыв 27—29°С таран ăшăнать.

Пирĕн эрăччен I ĕмĕрте грек сутăçĕсем Триглиф факторине туса хураççĕ. Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Рим империн пăхăнăвне кĕрсе ӳкет. II ĕмĕрте Нитика карманĕ пулса тăрать. Каярах, IV—V ĕмĕрсенче, çак вырăнта Аббата абхаз карманне никĕс хураççĕ, унăн ишĕлчĕкĕсем халиччен те выртаççĕ.

XIV ĕмĕрте кунта генуйсем çитеççĕ, сутă-илӳ факторине никĕслеççĕ. Пьетро Висконти 1308 çулта  хатĕрленĕ карттă çинче ăна «Хакара» тенĕ.

XVI ĕмĕрте генуйсене турккăсем хăваласа яраççĕ.

Абхазие Раççей çумне официаллă 1810 çулта хушнă пулин те, Гагра империн сĕм сферинче пулман. 1830 çулта кăна Сухум-Калерен генерал-майор Гессе çарпуçлăхĕпе гарнизон янă, вăл «Абаата» кармана туртса илет те унăн хӳтлĕх çурт-йĕрне çирĕплетме тытăнать. Крым вăрçи пуçлансан карман хӳтлĕхне пăрахăçлаççĕ.

Çак чаплă кану вырăнне Ольденбургский тиккĕ (Николай II-ĕн тăванĕ) никĕсленĕ.

Тинĕс хĕрринче кермен, шыв сиплев сывлăх çурчĕсем, виллăсем, чаплă çуртсем, вăйă çурчĕсем, меллĕ калаçу кĕтесĕсем туса лартнă. Швейцаринчен «Гагрипш» ятлă хăна çурчĕпе ресторана куçарса килнĕ, «Альп Гагри» патне çул тунă, тинĕс хĕрринче парк тума тытăннă. Тиккĕ Гагрăран чаплă та пуян курорт тăвас тенĕ, Раççейрен ют çĕршыв курорчĕсене юхса каякан ылтăн пурлăхсене чакарас шутпа ĕçленĕ, вырăс Монте-Карлине тума тăрăшнă.
 Çак кун курортăн çуралнă кунĕ шутланать. Тинĕс хĕрринче парк уçнă, унта агава, пальма, лимон тата апельсин йывăçне, кипарис лартнă. Паянкунхи Гагрăра паллă парк, ресторан çурчĕ «Гагрипш», тата  Ольденбургский тиккĕ керменĕ, колоннада пур. 1911 çулта Гагрăна пĕрремĕш çулçӳревсĕсем Германирен килнĕ.

Халĕ, вăрçă вĕçленсен, хула хăйĕн вырăнне туйса çулçӳрев усламне аталантарать. Чылай пайăр хăна çуртне тăваççĕ, вăхăта канăçлă ирттермелли çурт нумайланать. Курортăн чи паха сезонĕ — утă, çурла тата авăн уйăхĕсем.




#Article 420: Пицунда (273 words)


Пицу́нда (), — Абхазири курорт, хăйĕн пек ятлă сăмсах çинче вырнаçнă. Гагра хулинчен 25 çухрăмра ларать.

Пицунда сăмсахĕпе Лдзаа çывăхĕнчи Хура тинĕсри шыв чи таса, витĕр курăнакан шутланать. Çуллахи шăрăх кунсенче тинĕс енчи вĕт хумсемпе хырпа чăрăш аллейисем Пицундăра сулхăн тытаççĕ. Хырпа чăрăш лаптăкĕсем 200 га ытла, 27 пине яхăн (штук) йывăç ӳсет. Юнашарах самшит вăрманĕ пур.

Авалхи ĕмĕрсенче ку вырăнта грексем Питиунт ятлă хула никĕсленĕ, Греципе, Римпа, Висантипе сутă-илӳ ĕçĕсене тытса тăнă. Пирĕн эрăччен II ĕмĕрте грек историкĕсем ăна «Мăн Питиунт» ятпа чĕннĕ. Хула-керменĕн хӳтĕлĕв карти-çурчĕсем пулнă. Археологсем кунта шыв пăрăхĕсем тата канализаци пăрăхĕсем тупнă. XIII ĕмĕрте Генуй факторине никĕсленĕ. Пицунда чиркĕвĕнче органпа фортепиано каçĕсене иртереççĕ — ку вырăнта сасăсемпе кĕвĕсем ытарайми илемлĕ янăраççĕ.

Пицундăри пĕрремĕш пурăну вырăнĕсем пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте йĕркеленнĕ, грексем сăмсахра авалхи хула-порт Питиунт () никĕсленĕ. Пирĕн эрăччен II ĕмĕрĕн вĕçĕнче — пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче вăл Понти патшалахĕ шутне кĕнĕ.

Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн вĕçенчен пуçласа Пицундăра рим карманĕ пулнă, IV ĕмĕртенпе кунта Арамаçири христианлăхăн тĕпĕ пулнă. 404 çулта Пицундăна пыракан çул çинче Кустантин архиепископĕ таса Иоанн Златоуст вилсе каять. Пицунда собор алтарĕн айĕнче ăна валли тупăк вырăнне тунă, унта Кустантине илсе кайиччен шăмă-тир кĕлетки упраннă.

XIV—XV ĕмĕрсенче кунта генуй факторийĕ Пецо́нда () ĕçленĕ.

XVII—XVIII ĕмĕрсенче Пицунда Усман империне пăхăнса тăнă, XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчен Грузипе пĕрле Раççей империне хушăнать.

Климат Пицундăра нӳрĕк субтропик, Сочири пекех. Çулла ăшă (çурлари температура +23°C), хĕлле çемçе сивĕ, кăрлачри температура +6 °C тĕлнелле, çулти вăтамми +14,5 °C.

Нӳрĕк (1400 яхăн мм/çулта) çул тăсăлăвĕпех ӳкет, ытларах çумăр евĕр. Юр хĕлле те сайра çăвать, çусан тӳрех ирĕлсе каять.

СССР аркансан курорта канма сахал халăх çӳрет, анчах та, Пицундăна халĕ те раççей çулçӳревçисем пыраççĕ.




#Article 421: Есенин Сергей Александрович (138 words)


Сергей Александрович Есенин — паллă вырăс сăвăçи, имажинист. Халăх кăмăллакан çыравçăсенчен пĕрри. 1895 çулхи юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче çуралнă. 1925 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Ленинград хулинче çамрăк пурнăçĕ татăлнă.

Сергей Есенин купса кил-йышĕнче Кисан кĕпернинчи Константиново ялĕнче, çĕр ĕçтĕш çемьинче çуралнă. Ашшĕ — Александр Никитич Есенин (1875—1967), амăшĕ — Татьяна Федоровна Титова (1875—1955). 1904 çулта Есенин Константиновăри училищине вĕренме кĕрет, каярах чиркӳ-вĕрентӳç шкулĕнче пĕлӳ пухнă.

Çав çултах Сергей Есенин «И. Д. Сытин юлташлăхĕ» типографинче пĕрле ĕçленĕ Изряднова Анна Романовна корректорпа паллашать. 1914 çулта вĕсем гражданла арлă пурăнма тытăнаççĕ. 1914 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче Анна Изряднова ывăл çуратать, ăна Юрий ята параççĕ (ăна 1937 çулта персе пăрахнă).

Паянхи кунсенчи хыпарсемпе, чернила вырăнне юнпа çырнă сăввине поэт унченех хайланă, оригиналĕ амăшĕ патĕнче пулнă, теççĕ.

Официаллă версипе, Есенин депрессие пула (уйăх маларах психоневрологи пульницинче сипленнĕ) хăй çине алă хунă (çакăннă). 




#Article 422: Мускав облаçĕ (165 words)


Мускав облаçĕ — Раççей облаçĕ, Раççейре халăх йышĕпе пĕрремĕш вырăна йышăнать: 46 пин км2 лаптăк çинче (Мускавсăр пуçне) 6628,1 пин патнелле çын пурăнать (2006, Мускава шутламасăр). ОКАТО кочĕ — 46.

Хĕвелтухăç Европа айлăмĕн варринче вырнаçнă, Окапа Атăл хушшинче сарăлса выртать.

Мускав облаçĕнчи хуласем:

Апрелевка, Балашиха, Бронницы, Верея, Видное,
Волоколамск, Воскресенск, Высоковск, Голицыно,
Дедовск, Дзержинский, Дмитров, Долгопрудный,
Домодедово, Дрезна, Дубна, Егорьевск, Железнодорожный,
Жуковский, Зарайск, Звенигород,
Ивантеевка, Истра, Кашира, Климовск, Клин,
Коломна, Королёв, Котельники, Красноармейск, Красногорск, Краснозаводск, Краснознаменск, Кубинка, Куровское,
Ликино-Дулёво, Лобня, Лосино-Петровский, Луховицы, Лыткарино, Люберцы,
Можайск, Московский, Мытищи, Наро-Фоминск, Ногинск,
Одинцово, Ожерелье, Озёры, Орехово-Зуево, Павловский Посад,
Пересвет, Подольск, Протвино, Пушкино, Пущино,
Раменское, Реутов, Рошаль, Руза, Сергиев Посад,
Серпухов, Солнечногорск, Кивĕ Купавна, Ступино, Талдом,
Троицк, Фрязино, Химки,
Хотьково, Черноголовка, Чехов,
Шатура, Щёлково, Щербинка, Электрогорск, Электросталь,
Электроугли, Юбилейный, Яхрома.

Мускав облаçĕн пайланăвĕ :

Автономи Акатуй уявне ирттерет.

Адрес:  109017, Мускав, Большая Ордынка ур., 46 çурт , 1 пӳрт.

Ертӳçи: Григорьев Анатолий Иванович.

Ертӳçи: Смирнова Лира Петровна

Облаçра яхăн 2 740 çухрăм чукун çулĕ, 500 ытла чарăну вырăнĕсем (2011).




#Article 423: Асамат (Элĕк районĕ) (101 words)


Асамат, Çĕнушкăнь, Çĕньял — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Элĕк ял тăрăхĕнче шутланать. Элĕкрен хĕвеланăçнелле 1 çухрăмра вырнаçнă.

Асамат ялĕнче 188 çын (2006) пурăнать. Ялта икĕ урам: Вăрман тата Пролетарски.

Ялти ватăсем çапла ăнлантарса параççĕ:Чи малтан Кив çурт текен вырăна Асамат ятлă çын пынă. Вăл пĕчченех хăйне валли кил çурт çавăрнă, çавăнтах пурăнма пуçланă. Кайран, вăрăсем килсен, çак çын халь ял вырнаçнă еннелле тарса килсе хăйне валли каллех кил-çурт çавăрнă. Анчах унăн пĕччен пурнăçĕ нумаях пыман. Вăрăсенчен тарса пынă çынсем те çак вырăна çуртсем çавăрма тытăннă, çапла вара ял пуçланса кайнă.

Ял ячĕ Асамат çын ятĕнчен пулса кайнă, арап чĕлхинчен кĕнĕ.

 




#Article 424: Долгопрудный (хула тăрăхĕ) (112 words)


Долгопрудный, — Мускав облаçĕнчи хула. Хула ячĕ çывăхри пĕвесенчен пулса кайнă (Долгие /«вăрăм»/ пруды). Мускавран çурçĕрелле 18 çухрăмра ларать, чукун çулпа Савёловски вокзалтан çитме пулать. Кăнтăр тата кăнтăр-хĕвелтухăç енче Мускав, кăнтăр-хĕвеланăç енче — Химки, хĕвелтухăç енче — Мытищи хулисемпе çуммăн вырнаçнă. Çурçĕр тата хĕвеланăç енчи чикки Мускав ячĕллĕ шыв каналĕ тăрăх иртет.

Хула шутне Хлебниково, Павельцово, Шереметьевски посёлоксем кĕреççĕ.

Хулара Мускаври физикăпа техника институчĕ (ПУ), ПАТП ГУП МО Мострансавто, машинсене тăвакан предприяти (карапсене юсакан завод), хими завочĕ (çӳхе органикăн синтез завочĕ), театр япалисене кăларакан фабрика, кирпич завочĕ пур. Мускав — Савёлово чукун çул çинче хулара виçĕ чарăну вырнаçнă: Новодачнăй, Долгопруднăй, Водники.

Аэрологи тĕп обсерваторийĕ ĕçлет.

Театр, историпе ӳнер музейĕ, кабеллĕ телевидени пур.




#Article 425: Спорт (101 words)


Спорт (акăл. sport, малтанхирен кĕскен disport — «вăйă», «канмалла выляни») — пĕрре çирĕплетсе йышăннă йĕркесем тăрăх пуç çивĕчĕпе тата ал-çурăм хăвачĕпе çынсем хушшинче иртерекен ăмăрту. Вĕсем шутне ăмăртусене хатĕрленни те, çав вăхăтри çынсен хутшăнăвĕсем те кĕреççĕ.

Спорт ал-çурăм тата пуç çивĕч ĕçĕ пулать. Ăна ăмăртас, сывлăха çирĕплетес, чуна лăплантарас, пурлăх пухас, чапа тухас тесе тăваççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене спортсменсем теççĕ. Вăйăсене спортсменсене тренер хатĕрлет, ертсе пырать.

Ку вăйăсенче икĕ спортсмен пĕр-пĕринпе ăмăртаççĕ. Вăл шута çавăн пекех иккĕн иккĕне хирĕç выляни те кĕрет. Тĕслăхрен, теннис, бадминтон.

Ку вăйăсенче спортсменсен икĕ ушкăнĕ ăмăртать. Кашни ушкăнăн ăмăртура пĕр тĕллевĕ пур. Вăйă вăхăтĕнче вылякансене улăштарма юрать.




#Article 426: Хоккей (157 words)


Хоккей, — (акăл. hockey, авал фр. hoquet сăмахран — кукăр вĕçлĕ кĕтӳç туйи ), — икĕ ушкăн хытă пӳскепе е шайбăна (пĕчĕк лаптак çаврăшка) клюшкăпа хирĕç ушкăн хапхине çапса кĕртес тĕллевпе ăмăртакан вăйăсен пĕрлĕхĕ. Кашни ушкăнра пĕр хоккеисчĕ хăйсен хапхине сыхлать.

Хоккеист — хоккей вăййине вылякан спортсмен. Вăйăна хоккеистсене тренер  хатĕрлет. Хоккеистăн вăйă тумтирĕ (аммуници) пур. Çав тумтир вăйă вăхăтĕнче хӳтĕлет. Пуçа çĕлем тăхăнаççĕ. Чавсасем, чĕркуçсем çине хӳтĕлевсем çыхса хураççĕ. Хоккей тумтирĕсене тăхăнсан, хоккеист ĕлĕкх Рим империнчи гладиатор пекех курăнать. Пăр çинче чупма, ярăнма урасене тăркăч тăхăнаççĕ. Кашни вылякан хоккеистăн хăйĕн клубĕ пур. Хоккетстпа спорт клубĕ хушшинче килĕшсе татса çырнă хут пур. Хоккей вылянине халĕ Раççейра ĕç вырăннех шутлаççĕ. Клуб хоккеиста шалу (ĕç укçи) тӳлет. Вăйă вăхăтĕнче е хатĕрленнĕ чухне хоккеист амансан е чирлесен клуб хăйĕн укçисем шучĕпе ăна сиплесе ура çине тăратать. Тепĕр клуба куçнă чухне виçĕ енлĕ килĕшӳ хучĕ çыраççĕ: икĕ клуб тата хоккееист хушшинче. Хоккеистăн юридици ĕçĕсене агент тытса пырать, пăтăрмахсенче суд тăрăх хӳтĕлет.




#Article 427: Теннис (508 words)


Теннис, — икĕ вылявçăн пĕр-пĕринпе ăмăртмалли спорт тĕсĕ.

Кашни енчен икĕ спортсмен та выляма пултараççĕ. Вăйăн тĕллевĕ — пӳскене ракеткăсемпе хирĕç вылякан енне икĕ хут ӳкермесĕр çапса каялла каçарасси. Теннис олимп вăйăсен шутне кĕрет. Вăййă корт çинче ирттереççĕ. Ăна матч е тĕлпулу теççĕ. Матч сетсене пайланать. Сетсен шучĕ пилĕке çити пулма пултарать. Выляс умĕн миçе сет ăмăртмалли пирки калаçса татăлаççĕ. Виçĕ сетлă тĕлпулура çĕнтерес тесен икĕ сета çĕнтерсе илмелле. Çаплах та, пилĕк сетлă матчра мала тухас тесен виçĕ сетра çĕнтермелле.

Кашни сет геймсенчен тăрать. Сетра çĕнтерме ултă гейм çĕнтерсе илмелле, татах та çавăн чухне выляса янă геймсем икĕ шутран каярах кирлĕ. 6:6 шут пулсан кĕскетнĕ вăйăпа ăмăртаççĕ, ăна тай-брейк теççĕ. Хăшпĕр йĕркесемпе тай-брейксăрах геймсене малалла тăсаççĕ, выляса илнĕ геймсем выляса янисен шучĕнчен иккĕпе мала пуличчен. Гейма пӳскене çапса кĕртекенĕ пуçлать. Ăна вăйă пуçлама икĕ пӳске параççĕ. Пĕрремĕш пӳскине яланах тенĕ пекех хытă çапаççĕ.

Выляса илнĕ пӳскесене çапла шутлаççĕ: 0; 15; 30; 40. Хĕрĕх хыççăн тепĕр пӳске выляса илсен, выляса янисен шучĕ икĕ пӳске сахалтарах пулсан, гейма çĕнтерсе илнĕ пулать. 40:40 шут пулсан, гейма малалла тăсаççĕ, выляса илнĕ пӳскесем икĕ шут ытла çитиччен. 

Теннис вăййине йĕрсемпе палăртса çырнă тăваткаллă тӳрем лаптăкра — корт çинче — выляççĕ.
Теннис корчĕсем курăклă, тăпраллă, хытăллă, синтетикă витĕмлĕ пулаççĕ. Витĕм тĕсĕнчен пӳске сиксе илес çӳллĕшĕ тата вылявçăсен чупса куçасси килет, çавăнпа та вăйă стратегийĕ терлĕ тĕслĕ витĕмлĕ кортсенче кашни хăй майлă пулать.

Вăйă валли пуш ăшĕллĕ резинăллă пӳскепе выляççĕ. Пӳскине çиелтен кĕççепе витнĕ, хăй йăлкăм.
Ытларах вăйлă пусăмлă пӳскесемпе выляççĕ, çапах та пирчев резинăран тунă ăшĕнчи пусăмсăррисемпе те ус кураççĕ.

Вылявçă пӳскене ракеткăпа çапать. Ракеткă шутне алтытăмĕ, çаврашкаллă хĕлĕх хашаки, хĕлĕхсем кĕреççĕ. Хĕлĕхсен лаптăкĕпе пӳскене çапаççĕ. Ракеткă хашакисене чи малтанах йывăçран, халĕ — кăткăс композитсенчен, керамика, кăмрăк сӳссенчен тата металлран хатĕрлеççĕ.

Теннис ракеткисен хĕлĕхĕсене (нейлонран, полиэстертан, кевлартан) тата выльăхсен пыршисенчен тăваççĕ.
Хĕлхемсене ятарлă станок çинче туртăнтараççĕ, хăш чухне ал тăрăх та. Горизонтлă тата вертикаллă хĕлĕхĕсен туртăну вăйĕ пĕр тан мар, горизонтлă хĕлĕхсем 2 кг сахалрах туртăнаççĕ. Çĕнĕ ракеткăсен стандартлă туртăнлăхĕ 26 кг 24 .

Теннис вăййин турнирĕсене арçынсем тата хĕрарăмсем хушшинче ирттереççĕ. Кашни ăмăртуратура малтанах палăртса хунă вылявçăсем çеç кĕрешме пултараççĕ. Ытларах арçынсен пĕчченлĕ тата хĕрарăмсен пĕчченлĕ, икĕ арçынпа икĕ арçын тата икĕ хĕрарăмпа икĕ хĕрарăм хушшинчи, хутăш пушмак ушкăнĕсен (арçынпа хĕрарăм пĕр енче пулса) ăмăртăвĕсем пулаççĕ. Ачасен, çамрăксен, ветерансен турнирĕсем те пулаççĕ. Инвалидсем хушшинче те турнирсене ирттереççĕ.

Чи пысăк тата ятлă-сумлă ăмăртусене арçынсем ATP-тур, хĕрарăмсем WTA-тур ушкăнĕ (ассоциаци) хӳтлĕхĕвепе ирттереççĕ. Çĕнтерекенсем, хутшăнакансем вăйăсем хыççăн укçасене выляса туянаççĕ, çаплах вĕсен тĕнчери рейтингĕ улшăнса (ӳссе е чакса) пырать: арçынсен — ATP рейтингĕ, хĕрарăмсен — WTA рейтингĕ.

Чи чаплă ăмăртусене Пысăк çĕлем турнирĕсем теççĕ, вĕсен шутне Австрали теннис Уçă чемпионачĕ, Франци теннис Уçă чемпионачĕ, АПШ теннис Уçă чемпионачĕ тата Уимблдон турнирĕ кĕреççĕ. Çавăн пекех ăмăртусене нацисен ушкăнĕсем: Дэвис Черккишĕн — арçынсем, Федераци Черккишĕн — хĕрарăмсем, хутăш ушкăнсем — Хопман черккишĕн кĕрешеççĕ. Çак ăмăртусене Тĕнчери теннис федерацийĕ (ITF) ертсе пырать.

Раççейре ирттерекен ăмăртусенчен чи хăватли — Кремль Черкки.

Хальхи курав турнирĕсем (чӳк — кăрлач).хушшинче çаксене палăртмалла:

Метцлер П.
Теннис / Пер. с англ. В. Вашедченко, Ю. Яснева. — М.: Агентство «ФАИР» , 1997. — 336 с, ил.




#Article 428: Крымсарайкă (116 words)


Крымсарайкă, — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял. Крымсарайкă ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Ялта 66 çын (2006) пурăнать. Икĕ урам — Шкул тата Коммуна урамĕсем. 

Малтан Турикасси, Чуракасси ятсемпе паллă пулнă. Крымсарайкă ячĕ 1955 çултанпа çирĕпленнĕ.

Ятне икĕ тĕрлĕ ăнлантарма пулать: 1. Вăл авалхи çу чăвашсен пайăр арçын ятĕнчен пулса кайнă. Ку ячĕ икĕ пайран тăрать — Крым - мул, сарай - кермен. 2. Çак пайăр ят чăвашсен хушшинче XVI ĕмĕр пуçламăшĕнче сарăлма пултарнă. Ял ятне тутар-монголсен пусмăрĕн тапхăрĕпе те çыхăнтарма пулать: Крым ханлăхĕ.

Ялти ватăсем çапла каланă: Ĕлĕк пирĕн ялта Кăмсарай ятлă ват çын пулнă. Унăн тăванĕсем халĕ те ялта пурăнаççĕ (Комзаков хушаматлă). Ял ту хĕрринче ларнă. Кăмсарай старикăн чурасем пулнă. Çавăнпа та яла Чуракасси тенĕ.




#Article 429: Эктел Василий Петрович (100 words)


Эктел Василий Петрович (паспортпа: Сидоров, 1950 çулхи нарăсăн 26-мĕшĕ, Лаç Таяпа ялĕ, Елчĕк районĕ,  Чăваш АССР —  17.8.2005, Шупашкар) — чăваш çыравçи, сăвăçи. 

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕсченĕ (1999), «Тăван Атăл» журнал премин лауреачĕ.

И. Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн илемлĕхпе ӳкерçĕ факультетĕнче, Мускаври М. Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ пухнă. Чылай вăхăт Узбекистанра ачасене вĕрентнĕ. Хĕсметрен таврăнсан Елчĕк район архитекторĕ, унтан Чăваш телестудийĕн корреспонденчĕ, «Ялав» тата «Пике» журналсен илемлĕх редакторĕ пулнă. Чăваш çыравçисен «Калем» фондне тата издательствине ертсе пынă. 

Василий Эктел тĕрлĕ енлĕ, вăл нумай жанрсенче палăрнă: хĕрӳллĕ публицист, литература тата ӳнер тĕпчевçи, проза ăсти, сăвăç.

Паллă кĕнекисем:




#Article 430: Сапожников Геннадий Игнатьевич (163 words)


Сапожников Геннадий Игнатьевич, (1933 çулхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ Хирлеппуç Мĕлĕш, Элĕк районĕ Чăваш АССР, РСФСР, ССРС — 2004 çулхи утăн 29-мĕшĕ, Мускав хули) — совет, раççей тата чăваш биологĕ, биологи ăслăхĕсен тухтăрĕ. 

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (2003). 

Геннадий Сапожников 1951 çулта Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ, 1956 çулта Хусанти Н.Э. Бауман ячĕллĕ Ветеринари Институтĕнчен питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă.

Виççĕ çул Казахстанра ветеринари тухтăрĕ, çиччĕ çул Чăваш АССР Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнче ветучасток ертӳçи вырăнĕнче, Чăваш АССР Тăвай районĕн тĕп ветеринари тухтăрĕ пулса, республикăри ветеринари лабораторин эпизоотологи уйрăмĕн ертӳçи пулса тăрăшнă.

Г.И. Сапожников 312 ăслăлăх ĕçне çырнă. Пиллĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă, 18 ăслайпа 3 рационализаторла сĕнӳ авторĕ, 30 нормăпа техника докуменчĕсене туса хатĕрленĕ.

Геннадий Игнатьевича «Ӗç ветеранĕ», «Мускав 850 çул тултарнă ятпа» медальсемпе, «Раççей пулă хуçалăхĕн хисеплĕ ĕçченĕ» паллăпа, К.И. Скрябин академик çуралнăранпа 100 çул çитнине хисеплесе кăларнă медальпе, ВДНХ 5 кĕмĕл медалĕпе чысланă. Биологи наукисен тухтăрне хамăр çĕр-шывра та, чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ.




#Article 431: Тени (100 words)


Тени — Чăваш Енри Элĕк районĕнчи ял. 

Тени ял тăрăхне тăваттă ял кĕрет: Тени сали, Малти Хирлеп, Кайри Хирлеп тата Кармал. Район центрĕнчен 7 çухрăмра, Шупашкар хулинчен 70 çухрăмра вырнаçнă.

Ялта 262 (2006) çын пурăнать. Улттă урам- Тĕп, Симĕс, Çамрăксен, Шкул, Туçи, Сад урамĕсем.  

Вăтам шкул ĕçлет.

Паллă тĕпчевçĕ Л.А.Ефимов каланă тăрăх, ял  ятне ĕлĕххи Теней арçын парса хăварнă. 1927 çулчен ячĕ Кӳпеш Тени пулнă. 1917 çулчен Çĕрпӳ уесĕнчи Тăвай вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20 хыççăн Варнар районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.




#Article 432: Вырăс Сурăм (175 words)


Вырăс Сурăм — Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи ял. 

Вырăс Сурăмра 250 çын пурăнать. Ял 9 урамран - Пионер, Туçи, Çĕнтерӳ 40 çул, Совет, Ял, Калинин, Çĕнĕ, Анат, Çырма — тытăнса тăрать.

Ялта пурăнакансем Варкăш фольклор ушкăна йĕркеленĕ.

Яла Пётр I патша хушнипе вырăс салтакĕсенчен пуçарса янă. 

Халап:

Сала пулса кайни çинчен пĕр халап çӳрет. Халапăн кĕске содержанийĕ çапларах: «Вырăс Сурăм салине пуçласа яраканĕ Шупашкар мăнастирĕнчи пĕр манах пулнă тет. Вăл хресченсенчен çичĕ вăкăр выртмалăх çĕр ыйтнă. Хресченсем килĕшсенех хальхи манах вăкăрĕсене уя илсе тухса пусрĕ тет те тирĕсене сӳсе ансăр хăю евĕр каса-каса сыпрĕ тет. Вара хăй малтан суйланă çĕр çине тир çипписене карса хучĕ тет, çав тери анлă çĕр виçсе илчĕ тет. Çакна курса тĕлĕннĕ халăх ахлатсах янă пулать. «Калаçса килĕшни укçаран хаклăрах», — тенĕ ваттисем. Çапла вара, çак манах чăвашсене улталаса çĕр çавăрса илнĕ пулать те ял пуçласа янă тет».

 
Халап çăлкуçĕ: 1) Вырăс Сурăм салинче пурăнакан 89 çулхи Моляков Александр Васильевичран 2009 çулта 6-мĕш класра вĕренекен Майорова Екатерина Петровна çырса илнĕ.

Вырăс Сурăмран тухнă çынсем Хĕрлĕ Чутай районĕнче Элĕк ятлă яла тĕкĕленĕ.




#Article 433: Литература (119 words)


Литература (лат. lit(t)eratura, - çырни, çырнăскер; lit(t)era — саспалли) — пĕр-пĕр чĕлхепе тĕрлĕ япаласем çинчен, е пĕр-пĕр ыйту çинчен сăмахсемпе çырнă ĕçсем, ӳнер пайĕ.

Ытларах чухне литература тесе, чĕмсĕрлĕх йĕркипе, илемлĕ литературăна асăнаççĕ, тепĕр майлă каласан ӳнерĕн пайĕ теççĕ. Çапла пулсан та, паянкун ăнланăвĕсем тахçанхи ĕмĕрсенчи культурăсене тарăн кăтартса пама пултараймаççĕ.

XX ĕмĕр вĕçĕнче литература ĕçĕсенчен аудиокĕнекесем тума пулçаççĕ, компьютер файлĕ çине çырма тытăнаççĕ, тетел витĕр сарма пуçлаççĕ. 

Илемлĕ литература — ӳнер шутне кĕрет, хăйĕн меслечĕсенче çыру чĕлхи сăмахĕсемпе, сăмах çаврăнăшĕсемпе çеç усă курать.

Унăн шутне проза тата поэзи  кĕреççĕ. Ку вăл  — тытăм, тулашри палăрăм енчен пайлани. Шалти контента кура вара литературăн çакăн пек речĕсене палăртаççĕ: эпос, лирика, драма.

Вĕренӳ литератури ретне вĕрентекен тата хăнăхтарусемпе задачăсен пуххисем кĕреççĕ.




#Article 434: Проза (150 words)


Проза (лат. prosa) — çыруллă калаçу е пĕр-пĕрне каласа пани. Уйрăм йĕркесем çине пайламан текст. Мĕн сăвă мар — çавă пĕтĕмпех проза: текста йĕркелемелли вĕсенчен урăхла виççĕмĕш меслет çук.

Проза малтанах ĕç йĕркисем, публицистика, тĕн йăлисем, ăслăх, аса илсе каланисен тĕсĕсемпе аталанса пынă. Калавсем, повеçсем, романсем нумайăшле эпос евĕр пулнă, лирикăпа эмоци поэзинчен ăс çивчĕлĕхĕпе уйрăлса тăнă; XIX ĕмĕртенпе сăмах ӳнер хушшинче пĕрремĕш вырăна тухать.

Çаплах лирикăллă проза та, философиллĕ лирика та пулать.

Жанр ăнлавĕ пултару ĕçĕн ĕлкине мар, ăшлăхне палăртать пулсан та, жанрăн чылайрахăшĕ е поэзи çырăвне (поэма, пьеса), е прозăна (роман, повеç) кĕрет. Çакăн пек уйăрнине тӳррĕнех йышăнмалла мар, мĕншĕн тесен тĕрлĕ жанрсенче ĕçсене хăйсен мар ĕлкипе çырнисем чылай тĕл пулать. Çакăн пек тĕслĕхсене вырăс сăвăçĕсен сăвă ĕлкипе хайланă романĕсемпе новеллисем çирĕплетеççĕ: (Пушкинăн «Граф Нулин», «Домик в Коломне», «Евгений Онегин», Лермонтовăн «Казначейша», «Сашка». Унсăр пуçне, проза ĕлкипе те, сăвă ĕлкипе те çырнă жанр (юмах) пур.

Проза йышне кĕреççĕ:




#Article 435: Васильев Александр Георгиевич (кĕвĕç) (187 words)


Васильев Александр Георгиевич, — чăваш кĕвĕçи. 1948 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралнă, çавăнтах 8 клас вĕренсе тухнă.

Чăваш Енĕн ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1981), М. Çеçпĕл ячĕллĕ преми лауреачĕ («Весенние хороводы» хор кантатишĕн, 1982), Пĕтĕм Раççейри çамрăк кĕвĕçĕсен курав-конкурсăн лауреачĕ (Иккĕмĕш струнăллă квартетшĕн, 1969). 1997 çулта «Поклонение Земле и Предкам» ятлă хорпа солист валли çырнă концертшăн Чăваш Енĕн Патшалăх премине тивĕçнĕ.

Çамрăклах купăспа вылянă, кайран — баянпа. 1963-1967 çулсенче Шупашкарти музыка училищин теори уйрăмĕнче В. А. Ходяшев патĕнче вĕреннĕ. 1967-1972 çулсенче Мускаври Гнесинсен ячĕллĕ Музыкăпа педагогика институчĕн композици класĕнче вĕреннĕ. 1982-2001 çулсенче — Чăваш Енĕн кĕвĕçĕсен пĕрлĕхĕн правлени пуçлăхĕ. 

Кĕвĕçĕн чи пысăк ĕçĕ — С. Эльгерăн поэми «Под гнетом» тăрăх (либретто — Г. Краснов) çырнă 3 пайлă «Чакка» опера. Ăна институтра   Г. И. Литинский класĕнче çырнă. Оперăри ĕçсем Пугачев пăлхавне пуcарнă хыççăн чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Чакка — хресченсен ертӳçи. 

Симфониллĕ ĕçсенчен паллисем:

Паллă ĕçĕсем шутне çавăн пекех икĕ сюита — «Жаворонок», «Весенние хороводы» кантата — анатри чăвашсен кĕвĕ фольклорĕпе, «Бабье лето» тата «Поклонение Земле и Предкам» хор концерчĕсем, т.ыт. кĕреççĕ. 

Мускавра «Хоры без сопровождения» ятлă ун ĕçĕсен пуххине пичетленĕ (1990).




#Article 436: Никитин Анатолий Никитич (147 words)


Никитин Анатолий Никитич (13.6.1948, Чăваш Ен,Вăрнар районĕ,Хирпуç ялĕ çур.) — чăваш композиторĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1999), РФ КП пайташĕ (1996). Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине (2008) тивĕçнĕ. 

Спотарти 8 класслă шкултан вĕренсе тухсан, малтан Çĕрпӳри культçутвĕрентешĕнче, кайран Мускаври культура институтĕнче халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче пĕлӳ пухнă (1967-1971). Студент чухнех концертмейстер пулса Мускаври хор тата ташă коллективĕсенче ĕçленĕ.

Пушкăртăстанти Чăваш пĕрлĕхĕпе культура центрĕ çумĕнче «Нарспи» фольклорпа этнографи ансамблĕпе «Нухрат» эстрада ушкăнне йĕркеленĕ.

Шупашкара таврăнсан 50-мĕш вăтам шкул çумĕнчи «Шевле» эстрадăпа фольклор ансамбльне, çавăн пекех «Янташ» эстрада ушкăнне ертсе пырать, вĕсен юрри-ташисемпе Чăваш Енре тата тулашĕнче çынсене савăнтарать.

Тутарстанра, Пушкăртăстанра, Чĕмпĕрте, Самарта, Пензăра, Сарăтура, Тĕменре, Чехо­словакинче, «Çавал» ансамблĕпе - Бельгире пулнă.

Кунта «Сказание о суварах» (Суварсем çинчен) симфониллĕ поэма, скрипка, виолончель тата фортепиано валли Трио, струнăллă Квартет, фортепиано валли Поэма-токката, Ю. Сементер сăввисем çине романсĕн циклĕ, С. Ильин либретти тăрăх «Уйахпи» балет валли  кĕвĕ çырма пуçланă.




#Article 437: Галкин Андрей Петрович (123 words)


Галкин Андрей Петрович Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Кульцав ялĕнче 1961 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче çуралнă. 1986 çултанпа Раççей кĕвĕçĕсен ушкăнĕнче.

Ашшĕ-амăшĕпе Çĕмĕрле хулине куçса кайнă, унта вăл музыка шкулĕнче фортепиано класĕпе вĕренсе тухнă. Кайран, 1976-1982 çулсенче  - Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче теори уйрăмĕнче вĕреннĕ тата композиципе ăна В. А. Ходяшев пĕлӳ панă. 1982-1989 çулсенче Чулхулари консерваторире композициипе А. А. Нестеров профессор патĕнче вĕреннĕ, çав хушăрах хĕсметре те тăнă.
Консерватори хыççăн Шупашкара таврăннă. ТЮЗра ĕçленĕ, кайран Чăваш патшалăх филармонин Сеспель ансамблĕн кĕвĕ ертӳçи пулнă.

Виолончельпе фортепиано валли çырнă соната, Пассакалья, Легенда камерăллă оркестр валли çырнă поэма, Офферторий (Прино­шение?), Юхма Мишши çырнипе Мальчик с пальчик ачасен балет-юмахĕ, Фортепиано валли сюита, струнăллă Квартет (Вариацисем), Тăватă тромбон валли квартет, Симфони оркестрĕ валли чăваш кĕввисен пĕр пайлă увертӳри.




#Article 438: Казаков Николай Нилович (215 words)


Казаков Николай Нилович (1962, авăн, 16, Тăрмăш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР) — раççей чăваш композиторĕ, мусăк пĕрлĕхĕн ĕçченĕ, CCCР композиторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1988), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (2002), Раççей Федерацин патшалăх парнин лауреачĕ (литература тата ӳнер - 2004), Чăваш Республикин патшалăх парнин лауреачĕ (литература тата ӳнер - 2009)..

Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Тăрмăш ялĕнче çуралнă.

Вăтам шкулта Николай вĕрсе калакан кĕвĕ оркестрĕнче пăрăхпа кларнет çинче вылянă, Тăвайри ачасен мусăк шкулĕнче фортепианăпа вĕреннĕ.

Вăтам шкул хыççăн, Чăваш патшалăх педагогика институчĕнчи мусăкпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Çав вăхăтрах Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк училищинче, А. Г. Васильев патĕнче (кунта «Ялта» сюита, фортепиано валли вариацисем кĕвĕленĕ) вĕреннĕ.

Консерватори хыççăн Чăваш композиторĕсен пĕрлешĕвĕн консультанчĕ пулса вăй хунă, кайран Чăваш патшалăх М. Çеçпĕл ячĕллĕ ачасен (ТЮЗ) театрĕн мусăк пайĕн ертӳçĕ.

Композитор 1988 çултанпа СССР (халĕ Раççей) композиторĕсен пĕрлешĕвĕнче, Чăваш Республикин Аслă Канашăн депутачĕ (1990), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (2003). Халĕ Н. Н. Казаков  Чăваш композиторĕсен пĕрлешĕвĕн ертӳçи, Чăваш патшалăх филармониин директорĕ.

Н. Казаков чăваш эстрада юррисен жанрĕнче ĕçлет: солистсем тата вокалпа инструментлă ансамбльсем валли чылай юрă çырать. Концертсенче хăй те юрлать. Драма театрĕсемпе те ăнăçлă тăрăшать. Унăн кĕвисемпе Чăваш драма театрĕ «Айтар» тата «Çатан карта çинчи хура хăмла çырли», Чăваш патшалăх М. Çеçпĕл ячĕллĕ ачасен театрĕ (ТЮЗ) — «Бесприданница», «Ужин после полуночи» пьесисене лартнă.




#Article 439: Вăйă (102 words)


Вăйă — пĕрлехи ăслăлăхăн ăнлавĕ, ăна нумай çĕрте усă кураççĕ (философире, педагогикара, психологире, социологире), çавăнпа та вăл нумай ăнлантаруллă. Хăйĕн тупсăмĕпе вăл тĕнче малашĕ, ăçта витĕр йĕркесен пур. Вăйăра çын чун йӳлесеннен ярăнаять.

Вăйă хăçан пуçланса кайнине никам та пĕлмест, çавăнпа та ун пирки паянхи кунччен тавлашусен пыраççĕ. Вăйă хăйĕн пĕрремĕш кунĕнченех çына вĕрентекен калăп пек çуралать. Вăл çын йăлисене, енĕсене ӳстерме кирлĕ пулăм. Çавна ăнласа, Платон (пирĕн эрăччен 427 −347 çулсем) çапла каланă: «Эпĕ калап, пĕрер ĕçре паллă пулласси килнĕ çын, пĕчĕккĕренех хăнăхтармалла. Лайăх çĕр ĕçчĕ е пурт тăвакан пуласси килнĕ çын, сăмахран, пĕчкĕренех вăйăсенче çĕр ĕслемелле е ача-пăча пӳртĕсене тумалла.




#Article 440: Социологи (158 words)


Социоло́ги (от  — пĕрлĕхлĕ  — вĕрентӳ) — наука о закономерностях становления и развития социаллă системăсен, пĕрлĕхсен, ушкăнсен, пайăрлăхсем пулса тăни, аталанса пынине тĕпчекен ăслăх. 

Социологи тĕпчекен пулăм - çын пĕрлĕх аталанăвĕн социаллă ятарлă уйрăмлăхĕ. 

Энтони Гидденс шухăшĕпе, социологи — «çынăн пĕрлĕхри пурнăçне, ушкăнсене тата çын пĕрлĕхне тĕпчекен ăсчах».

Социологин тĕп тĕллевĕ «социаллă хутшăнусен тытăмлăхне социаллă пĕрлĕ ĕç-пуçĕнче тĕпчесси» пулать.

Этем пĕрлĕхĕ — çутçанталăкран уйрăмлă, япала тĕнчипе тачă çыхăнуллă, пĕрмаях улшăнса тăракан система.

Çавăн пекех вулăр Этем пĕрлĕхĕ

Cоциологи Европăра социаллă шутлавăш йăлисенчен пуçланса кайнă. Çавăн пекех, социаллă шухăшсене аталанма авалхи Индипе авалхи Китай этеплĕх йăла-йĕрки те хутшăннă.

Микросоциологи умӗнчи  тӑракан ҫивӗч ыйту ку — кашни ҫын уйрӑм индивид пулсан, пӗрлӗхлӗ пӗлтерӗшсем ҫинче никӗсленсе тӑракан индивидсен хушшинчи ҫыхӑнусем  епле ха пӗрлӗхлӗ пӗлтерӗшсем пулса тӑраяҫҫӗ ?

Теорине ӗҫлесе аталантарни: Макс Вебер (ӑнланакан социологи), Д. Хоманс, П. Блау (социаллӑ улӑштару теорийӗ), Д. Г. Мид (интеракционизм), А. Шюц (социаллӑ феноменологи), Г. Гарфинкель (этнометодологи).
Ку ыйту ҫине ҫапла пӑхни М. Вебер шухӑшлавӗсенче никӗсленет.




#Article 441: Марко Поло (172 words)


Марко Поло (итал. Marco Polo), — Итали çулçӳревçи тата çыравçи. 1254 çулта пĕррисем каланă май Венеци хулинче, теприсем тăрăх — Курзолăра (халĕ Корчула хули, Хорвати) çуралнă. 1324 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Венецире вилнĕ.

Ашшĕпе куккăшпе — Венеци купсисемпе — пĕрле çӳресе, Поло 1271-1275 çулсенче тинĕс тăрăх Пĕчĕк Азин кăнтăр-хĕвелтухăç тинĕс хĕррисене çитнĕ, унтан Çурçĕр Китай витĕр (Эрмен сăртлăхĕ, Месопотами, Иран сăртлăхĕ, Памир тата Кашгари урлă каçса) тухнă.

Монгол ханĕ Хубилай патĕнче хĕсметре тăнă май (1292 çулчен), Поло Китайра таçта та çитсе курнă. 1295 çулта Кăнтăр Китайран тухса Иран урлă тинĕспе Венецине таврăннă.

Хăшĕсем каланă тăрăх, Генуйăна хирĕç иртнĕ вăрçăна хутшăннă. 1297 çул тĕлнелле Поло генуэзсен тыткăнне лекнĕ. Унăн çулçӳрев илĕртӳллĕ калавĕсене итлесе тыткăнри юлташĕ Рустичано венет диалекчĕпе (XIII ĕмĕрте — Италин илемлĕ проза чĕлхи) «Марко Поло кĕнеки» (1298) пичетленĕ. Çав кĕнеке Эрмени, Грузи, Иран, Китай, Монголи, Инди, Индонези тата ытти çĕршывсен географине, этнографине, историне тĕпченĕ чух паха çăлкуç шутланать; кĕнекере халăх тĕнĕсене, халапĕсене, юмахĕсене кăтарлса панă. Европа халăх чĕлхисене куçарнă кĕнеке XIV-XVI ĕмĕрсенче картографсен, çыравçăсен, тинĕс çӳревçисен (Х.Колумб, Л. Ариосто) ăс-хакăлне питĕ çивĕчлетнĕ.




#Article 442: Сарплат (175 words)


Сарплат (Изванка, Тĕрĕк ушкăнь, Хурăн Элĕк ушкăнь) — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ялĕ.

Икĕ урамлă ялта — Сад тата Мир урамĕсем — 273 çын (2006) пурăнать.

 

Ял 2-мĕш Элĕк обществине кĕнĕ. Пĕр архив ĕçĕнче ял пирки çапла асăннă Чувашам известен более под названием Сарплат, в официальной же переписке употребляется название Изванкин (в унизительной форме). По преданию основателем поселения (ошкăн) был некто по имени Изван. В последствии какой-то барин по имени Сарплат, узнав, что жители поселения владеют плодородной землей, вздумал превратить в крепостное состояние. Об этом замысле проведали чуваши в соседней с поселком д. Тогач и из опасения, чобы Сарплат не завладел ими, однажды Изванов поселок сожгли, а затем отправилсь в свой уездной город Курмыш хлопотать об устранении домогательства Сарплата, в чем и успели

Изиван, Исиван, Пăлат  — авалхи чăвашсен ячĕсем. Хурăн Элĕк тесе ял çывăхĕнче ĕлĕк хуран чылай ӳснĕрен каланă. К. В. Элле хăйĕн пĕр ĕçĕнче Пулат — один из чувашских старшин в Казанском крае в конце 15 в. — тесе палăртать. Ваттисен асаилĕвĕсенче те Изванка ялне ĕлĕкрех Сарплат Элĕк, Хурăнлă Элĕк ятсемпе калани паллă.




#Article 443: Савельев-Сас Александр Сергеевич (111 words)


Александр Сергеевич Савельев-Сас (1932 çулта Пушкăрт Республикин Авăркас районĕнчи  Юламан чăваш ялĕ çур.) — чăваш сăвăçи, çыравçи.

Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. М. Трубина ячĕллĕ тата Авăркас район администрацийĕн Ф.Карим ячĕллĕ парне лауреачĕ.

Раççей ÇП пайташĕ (1994).

Ялти çиччĕ çул вĕренмелли шкул хыççăн колхозра ĕçленĕ. 1951 — 1954 çулсенче хĕсметре тăнă. Кайран каçхи вăтам шкултан вĕренсе тухнă, Çтерлĕ патшалăх педагогика институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Тăван ялĕнче шкулта, район хаçатĕнче ĕçленĕ.

Ку таранчен Шупашкарти хаçат-журналсенче унăн калавĕсемпе повеçĕсене чылай пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххи, «Ют арăм» повеç. Пурĕпе ултă кĕнеке çырнă.

Унăн сăвви-калавĕсене вырăсла, тутарла, пушкăртла куçарнă. Халĕ Пушкăрт республикинче пурăнать.

Кĕнекисем: «Кам пысăкрах» (1975), «Ялти сукмаксем» (1981), «Кашкăр сукмакĕ» (1987), «Шăнкăравлă пĕкĕ» (1993), «Сăвăсем» (2000).




#Article 444: Тофаларсем (294 words)


Тофала́рсем (малтан вĕсене карагассем тенĕ, тăван ячĕ — тоъфа, тофа, топа, тоха, тăва, «этем» тени пулать) — Хĕвелтухăç Çĕпĕрти Раççейри вырăнти вак халăх. 

Çухалакан халăхсем шутне кĕреççĕ. 

Тофсене пĕрремĕш дубо (туба, туво) йăхĕ ятпа V ĕмĕрти Вэй ăрăвĕн вăхăтĕнче китай çул çыравĕсенче Ениçейрен тухăçалла пурăнакан тесе асăннă.. Тофсем  вар Ази империсене парăм панă. XVII ĕмĕрте Тофалар Мускав патшалăхĕ йышне кĕрет. 1757 çул хыççăн, Тăва Маньчжур империне кĕрсен, Тофалар Раççей империнче юлать. Уда çĕрĕ пиллĕк улусран тытăнса тăнă. 

ХХ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тофаларсем йăх-ăру тытăмĕпе пурăннă, сăмахран 5 патри йĕр ăрата (Каш, Сариг-Каш, Чогду, Кара-Чогду тата Чептей; ăсчахсем пĕлтернипе малтан вĕсен йышĕ 8 çитнĕ) пайланнă, вĕсем татах патроним ушкăнсене пайланнă, кашнин хăйĕн тăмалли вырăн, промăç çĕрĕ пулнă. 

Раççейри халăх çыравĕпе тофаларсен йышĕ çапла пулать:

Тофаларсем какай, ытларах вĕçен кайăк тата пăлан ашне, çинĕ; кĕл ăшĕнче е чул çинче пĕçернĕ ыраш çăкăрĕпе апатланнă; — ӳсентăран тымарĕсене, хир суханĕпе, черемшапа, çырласемпе, кедр мăйăрĕпе тĕхемленĕ. Йывăр ясак тӳлемелле пулнипе хăш çулсенче апат-çимĕç начар пулнă. Арçынсем те, хĕрарăмсем те чĕлĕм туртаççĕ.

Пурнăç йăла-йĕркипе куçса çӳрен халăх пулать, вĕсен пӳрчĕсем — чумсем. Сунар ĕçĕсемпе тупăш тăваççĕ.

Тофаларинче — Иркут облаçĕн Анат Уда районĕнчи Бирюса, Уда, Кан, Гутара тата  урăх юханшыв таврашĕнче, çаплах  Хĕвелтухăç Саянăн çурçĕр айăккинче вырнаçнă.
Ытларахăшĕ Иркут облаçĕн Анат Уда районĕн Алыгджер, Верхняя Гутара, Нерха паççулкисенче пурăнать.

Чĕлхе — тофалар —  хĕвелтухăç тĕрĕк чĕлхисен саян ушкăнне кĕрет. 2002 çулхи халăх çыравĕпе Иркут облаçĕнчи 723 тофалартан тофалар чĕлхипе 114 çын (16%) çеç пуплет, вырăсла — 723 çынни те калаçать. (100%).

Халăх йăлисене кăтартакан вырăнĕ — Тальцы музейĕ.

Тофаларсем сăмах пултарулăхĕпе пуян — халăх каларăшĕ, юмах,халап, чăнлав чылай.

Халăх йăли шутне анимизм, шаманизм тата урăх этепсем кĕреççĕ.

Тофаларсен йăлине тĕпчекен паллă тĕрĕкçĕсем В. Радлов тата Н. Катанов, çаплах çак халăха пĕлме вăй хунă — Б. Петри, В. Рассадин, Р. Шерхунаев т.ыт.




#Article 445: Ĕпхӳ патĕнчи чукун çул катастрофи (148 words)


Ĕпхӳ патĕнчи чукун çул инкекĕ — 1989 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче (çĕртмен 3-мĕшĕнче - мускав вăхăчĕпе) Пушкăрт АССР Иглино районĕнче Ашаран 11 çм (Челепи облаçĕ), Аша — Улу-Теляк хушшинче Раççейпе СССР историнчи чукун çул çинче сиксе тухнă çав тери пысăк катастрофа. Хирĕçле пыракан 211 № «Çĕн Çĕпĕр-Адлер» тата 212 № «Адлер-Çĕн Çĕпĕр» пассажир пуйăсĕсем иртсе кайнă чухне «Çĕпĕр—Урал—Атăлçи» пăрăх çулĕ çинчи аварие пула пуçтарăннă çăмăл углеводородсен газĕ хыпса сирпĕнĕ. 575 çын пĕтнĕ (урăх хыпарпа - 645), весенчен 181 — ачасем, 600 ытла суранланнă.

Анăç Çĕпĕр — Урал-Атăлçи пăрăх çулĕ çинче 1,7 метр тăршшĕллĕ çурăлса кайнипе унтан газ тухма пуçланă. продуктопроводран 900 метр çывăхĕнче Трансиб магистралĕ вырнаçнă пулнă. 

Официаллă палăртнипе, 575 çын пĕтнĕ. Вĕсен шутĕнче 181 ача пулнă. 

Газ сирпĕннипе 350 метр тăршшĕ чукун çул, 17 километр сывлăшри çыхăну йĕрĕсем арканнă. Кăвайт лаптăкĕ 250 гектара çитнĕ.

Инкек пулса иртнĕ вырăнта 8 метр çӳллĕш мемориал туса лартнă. Унăн умĕнче кашни çул çынсем çак инкеке асăнма пуçтарăнаççĕ.




#Article 446: Пăва районĕ (117 words)


Пăва районĕ, — Тутарстанăн кăнтăр-анăç енче вырнаçнă район. Администраци Пăва хулинче вырнаçнă. Район пуçлăхĕ — Камартдинов Ранис Рафисович. 

Район çурçĕр енче Апас районĕпе, тухăç енче — Теччĕ районĕпе, кăнтăр-анăç енче — Çĕпрел районĕпе юнашар вырнаçнă. Çавăн пекех анăç енчи чикки Чăваш Енпе, кăнтăр енчи чикки Чĕмпĕр облаçĕпе юнашар иртет.

Район тăрăх нумай юханшыв юхать: Сĕве, Хырла тата ыттисем.

Район тăрăх Хусан-Ульяновск чукун тата автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Районта ытларах ялхуçалăх аталаннă. Сахăр кăшманĕ, кĕрхи тата çурхи тулă, ыраш, урпа, пăрçа ӳстереççĕ. Пăва хулинче сахăр завочĕ вырнаçнă. 
Мăкăр ялĕ çумĕнчи карьерта акшар кăлараççĕ.

Пăва районĕнче ĕ? культура учрежденийĕ, çав шутра: 34 ялти культура çурчĕ, 32 ял клубĕ.

Районта 7 шкул, вĕсенчен 8 - хулара, аслă пĕлӳ заведенисен 7 филиалĕ.




#Article 447: Аристотель (148 words)


Аристо́тель (), тата пĕр ятĕ Стагирит çуралнă вырĕннен парăннă (384, Стагир — пирĕн эрăччен 322., Эвбея çиĕнчи Халкида) — Авалхи Греци философĕ тата ăслăлăхçă.

Платонăн вĕренекенĕ, 343 çултан пуçласа Македони Александрĕне вĕрентекенĕ, пирĕн эрăччен 335 çулта Ликей (Лицей е перипатетик шкулне никĕсленĕ). логика калăпăшне никĕсленĕ.

Унăн ашшĕ Никомах, амăшĕ Фестида лайăх кил-йышран пулнă. Никомах Македони патшин Аминтăн III тухтăрĕ пулнă, çавăнпа та ачине медицинана тата философине вĕрентнĕ. 

Аристотель ашшĕ-амăшне пĕчĕккĕ чухнех çухатнă. Çавăнпа вăл Атарнея, Пĕчĕк Азире, кайран вунсаккăрта пулнă чух Афин хулине кайнă, унта 20 çул пурăннă. Çав вăхăтра Платон лекцисене итлесе, вĕренекен кăмăл кĕнĕ. Вăл хăй вĕрентекен пулнă.

Платон пурăннă чухах, Аристотель хăйăн шкулне уçнă.

Ашшĕпе ачи Аристотель ĕçне çӳллĕ хакланă. Филипп Стагирана çĕнелетнĕ, унăн çыннисем Аристотеля халаллăнă уява уявланă Александр ăна 800000 талант (2 мил. руб. яхăн) парнеленĕ.

Хăйĕн ăслăлăхне Аристотель 3 тĕре пӳлнĕ: теоретик (физика тата метафизика), практик (этика тата политика) тата поэтик (творчество).




#Article 448: Сарăту облаçĕ (961 words)


Сарăту облаçĕ — Раççей Федерацин Европа пайĕн кăнтăр-тухăçĕнче, Анат Атăлçин çурçĕрĕнче вырнаçнă федераци субъекчĕ. Лаптăкĕ 100,2 пин тв.çм. Çĕрĕсем анăçран тухăмалла çити 575 çухрăм, çурçĕртен кăнтăра — 330 çухрăм сарăлса выртаççĕ.

Облаçе 1936 çулхи раштав, 5 Сарăту Енне улăштарса туса хунă.

Сарăту облаçĕ Раççей Федерацин Евроăри кăнтăр-тухăç çĕрĕнче, Анат Атăлçин çурçĕрĕнче, вырнаçнă. Анăçран тухăçалла 575 çм, çурçĕртен кăнтăралла — 330 çм территори.

Чикĕ вăрăммăшĕ 3500 çухрăмран чылай. Хĕвелтухăçĕнче Казахстанпа, кăнтăрта — Волгоград облаçĕпе, хĕвеланăçĕнче Воронежпа Тамбов облаçĕсемпе, çурçĕрте- Пенза, Самар, Чĕмпĕр тата Ăренпур çĕрĕсемпе юнашар. Сарăту çĕрĕсем витĕр мăн Атăл юхать. вăл облаçе иккĕне пайлать: Сулахай çыран ен тата Сылтăм çыран ен.

Маларах Сарăту облаçĕн кĕпернеттĕр ĕç вырăнне йышăннисем:

Облаç думин ертӳçи — Валерий Радаев (Пĕрлĕ Раççей, 2007 çулхи раштавăн 12-мĕшĕнче суйланă).

Сарăту облаçĕнчен Федераци Канашĕн пайташĕ — Сергей Шувалов (малтан облаç думин ертӳçи, 2005 çулхи , ака, 5). Маларах çак ĕç вырăнĕнче Рамазан Абдулатипов (2000 çулхи раштав, 19 — 2005 çулхи ака) пулнă.

Облаç гидроэнергопотенциалне Сарăту ГЭСĕ çулсерен вăтамран 5,4 млрд кВт·с электроэнерги тупăçлать.

Ял хуçалăхра уйрăмах ахаль тата кăнтăрти хура тăпраллă, анлă саралнă каштан тăприллĕ çĕрсем хаклă шутланаççĕ.

Облаç тĕплĕнех тенĕ пекех шывпа тулăх, Атăлпа чылай юханшывсăр пуçне çăлкуçсемпе çĕрай минерал шывĕ нумай.

Облаçре тупса тĕпченĕ 40 ытла пĕчĕк нефть тата газ (Степновское тата Урицкое уйрăмах калăплă) çĕрай управĕсем, ытти нумай пуян пуласлăхлă районсене тишкермен. Шыраса тĕпченĕ Озинкское пысăк çунăк сланец çĕрай управĕ, паха цемент чĕр таварĕ, фосфорит, çурт-йĕр тăвас, балласт тата кантăк хăйăрĕ, çурт-йĕр тумалли тăм тата чул управĕ нумай.

Климат облаçре вăтам континентлă: типĕ вăрăм çу, Сулахайçырĕнче 30 °C температурăллă кун чылай, сивĕ хĕлсем, нӳрĕклĕ кунсем уйăхне 12—15, тĕтреллисем уйăхне 4—10 кун, уйăхра 4 — 10 кун çил-тăвăл вĕçтерет. Çуркунне кĕске иртет. Пуш уйăхĕнче те çилсем вĕркеççĕ, çул çине юр тултарать – вăтамран уйăхра 5—7 кун. Пуш уйăхĕнче тĕтреллĕ кунсем, вăтамран, 5—9 кун. Кĕркунне пĕрпек çанталăк килмест. Тăнăç юр витĕмĕ çĕре çурçĕр районĕсенче чӳкĕн 25-мĕшĕ тĕлне, вар тата кăнтăр районĕсенче — чӳкĕн 29-мĕшĕ — раштавăн 8-мĕшĕсенче хупăрлать.

Облаçре 2 млн 625,7 пин çын (2005) пурăнать.

Халăх-çын тăвăрлăхĕ: 26,2 çын/тв.çм. 2006 çулхи хыпарпа облаç халăх йышĕ 2608,3 пин çын (2625,7 — 2005). Хула халăхĕ ытларах: 73,7 %, ялти халăх 26,3 % çеç.

Украин ялĕсем Сарăту облаçĕн çĕрĕнче XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çирĕпленеççĕ. В. Даль çырнипе Сарăту кĕпернин виççĕмĕш пайне украинсем йышăннă пулнă. 

Çаплах пурăну вырăнĕсен виççĕмĕш пайне украинсем никĕслесе ят панă, тĕслĕхрен, район тĕпĕсем: Калининск хули (малтан - Баланда), Красный Кут хули, хеп Екатериновка, пос.Дергачи, чиркӳллĕ ялсем Самойловка, Романовка, урăх нумай пурăну вырăнĕсем. Сарăту облаçĕнче тăвар промăçласси Кĕçĕн Раççей хетьмăнлăхĕн Полтавăпа Харьков çĕрĕсенчен куçса килнĕ чумаксем аталантарса янă, вĕсемех çĕнĕ вырăнсенче, çав шутра Пукрав слободи (кайран Покровск хули, халĕ Атăлăн сулахай çыранĕнчи Сарăтăва хирĕç Энгельс хули), пурнăç никĕсне хунă.

Хальхи самантра Фёдоровпа Самойлов районĕсенче украинсем халĕ те нумайрахăш шутланасçĕ.
Сарăту облаçĕн 30% халăхăн украин кăк хушамачĕсем.

Тутарсем пĕрçуммăн Сарӑту облаҫӗн Пасарлӑ Карабулак, Дергачи, Ершов, Петровск, Сарӑту 10 тутар, 19 хутăш ялĕсенче пурăнаççĕ. Тутар гимназийĕ (Сарӑтура, 1992), тутар ача-пăча сачĕ (Сарăту). Тутарсен наци-культура автономийĕ (1997 çултанпа), Тутар культура центрĕ, Атăлçи ислам центрĕ «Дава», культура-çутĕç пĕрлĕхĕ «Ислам йыхравĕ», облаçри тутар-пушкăрт культура-çутĕç пĕрлĕхĕ «Идель» ĕçлет.  «Мăсăльман хыпарçи» (Сарăту), телекăларăм «Аллаху акбар» тухаççĕ. Пултарулăх ансамблĕ (Сафаровка, Дергачи районĕ) пур.

Пушкӑрт ялĕсем Сарăту çĕрĕнче XVIII ĕмĕртенпе пулни паллă. Вĕсем Камелик юханшыв айлăмĕнче вырнаçнă, çаванпа та кунти пушкăртсене камелик пушкăрчĕсем теççĕ. Çак пурăну вырăнĕсем каярах Самар кĕпернин Куçапай вулăсне кĕреççĕ. Халĕ самар пушкăрчĕсем ытларах Перелюба тата Пугачев районĕсенче пурăнаççĕ. Сарăту пушкăрчĕсен мăн асаттисем, самар пушкăрчĕсем пекех, Пушкăртăстанăн кăнтăр-тухăçĕнчен куçса килнĕ. Тăван чĕлхи — пушкăрт чĕлхи.

Облаç 38 района пайланать, вĕсенчен 20 - Сылтăм çыран енче, 18 — Сулахай çыран енче. Облаçре 1805 ял, посёлок, 18 хула (2005), 4 хула тӑрӑхӗсем.

Сарăту облаçĕнчи музейсем: Сарăту облаçĕн тăван ен тĕпчев музейĕ, Сарăту А. Н. Радищев ячĕллĕ ӳнер музейĕ, Н.Г. Чернышевский музей-пӳрчĕ, К. Федин музей-пӳрчĕ, Балашов, Вольск, Петровск, Хвалынск, Энгельс тăван ен тĕпчев музейĕсем, Пугачёври В. И. Чапаев астăвăм музей-пӳрчĕ.

Облаçри театрсем: Балаков драма Е.А. Лебедев ячĕллĕ театрĕ, Балашов драма театрĕ, Вольск драма театрĕ, Сарăту академи драма И. А. Слонов ячĕллĕ театрĕ, Сарăту академи оперăпа балет театрĕ, Сарату академи çамрăк куравçă театрĕ, Пукане театрĕ «Теремок», Сарăту муниципаллă çĕнĕ драма театрĕ «Версия», Сарăту муниципаллă драма театрĕ «АТХ»,  Сарăту облаç оперетта театрĕ, Сарăту пластика драма театрĕ, Сарăту вырăс камит театрĕ

Сарăту облаçĕ промăçлăхĕ тупăшласси Атăлçи экономика регионĕнче малта пыраканни шутланать. Облаçĕн промăçлăхĕн шутĕнче 2000 ытла пысăк тата вăтам йĕркеленӳлĕх. Кунта троллейбуссем (Тролза), чукун çул техникине (Энгельс транспорт машинăтавакан завочĕ) чĕртекен çуртасем, тĕп-тĕрĕс приборсем, холодильниксем тата морозильниксем, шĕвек çунăк япала тата нефтехими япалисене (Сарăту НТЗ хăвачĕ 10 млн т. нефть/çул, «Сарăтунефтеоргсинтез»), минерал имçамĕ, пăхăр прокачĕ, çурт-йĕр кантăкĕ, цемент кăлараççĕ.

Промăçлăх структуринче чи нумай пайли — хăват-çунăк япала комплексĕ (45,5 %), çаплах машинăтăваслăх (19,1 %), хими тата нефтехими (15,6 %), апат-çимĕç (9,2 %) промăçлăхĕ палăрать.
 
Облаçре пысăк электростанцисем — Балаково АЭСĕ тата Сарăту ГЭСĕ — электрохăват тупăшлаççĕ, вĕсен суммă хăвачĕ 4000 МВт тата 1360 МВт. Çак электростанцисем Атăлçи регионĕн чĕрĕк пайне тата Раççейĕн 3 % электрохăватне тăваççĕ. Унсăр пуçне, хăватçăсен хулинче  Балаковăра ТЭЦ-4 (465 МВт, 1532 Гкал/сех), Сарăтура  ТЭЦ-5 (440 МВт, 1260 Гкал/сех), ТЭЦ-2 (296 МВт, 1077 ГКал/сех), ГРЭС (54 МВт, 506 Гкал/сех) тата ТЭЦ-1 (22 МВт, 255 Гкал/сех), Энгельсре ТЭЦ-3 (202 МВт, 844 Гкал/сех) хăват парать.

Облаçре тĕрлĕ тĕслĕ транспорт ĕçлет. Автомобиль çулĕсен тăсăлăвĕ — 9940 км, хытă витĕмли — 9540 км (çав шутра 741 км федерации шайĕнчи автотрасса) (2000). Транспорт инфраструктуринче паллă вырăн чукун çул йышăнать, унăн пайне 90 % ытла япала- тата 40 % яхăн пассажир турттаракан транспорт. 

Облаç территорипе пыракан чукун çул тăсăлăвĕ 2326 çм. Вĕсенчен чылайăшĕ Атăлçи чукун çулĕн (Сарăту уйрăмĕ) тата пĕчĕкреххи, облаçĕн анăçĕнчи Кăнтăр-Тухăç чукун çулĕ (Ртищево уйрăмĕ).

Облаçре ансăр чукун çул пур — Красноармейски керамика завочĕн ансăр чукун çулĕ. Юханшыв транспорчĕ аталаннă, Сарăту хули Атăл çинчи пысăк порт шутланать. 

Атăл урлă каçма виççĕ автомобиль кĕперĕ ( Сарăту, Балаково тата Сарăтуран çурçĕрелле, виççĕмĕшĕ çăмăл тата маршрут хула транспорче валли çеç).

Доска объявлений Краснодар - Krados.ru




#Article 449: Челомей Владимир Николаевич (111 words)


Челомей Владимир Николаевич — механикăпа управлени енĕсен совет вăхăтĕнчи ăсчах, «НПО Машиностроение» никĕслекенĕ, талантлă ертӳç, профессор. 

Ачалăхпе çамрăклăхĕ Полтавăра иртнĕ. 1937 çулта Киев авиаци институтĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. 1939 çулта Владимир Николаевич ăслăх кандидачĕн дисертацине хӳтĕленĕ. 1940 çулта ăна ССРП Ăслăх Академийĕ çумĕнчи докторантурăна илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан ПуВРД (Пульсурующий Воздушно-Реактивный Двигатель) тăвас ыйтусемпе тăрмашать. ПуВРД — çунатлă ракетăсен тĕп никĕсĕ. Вăрçă вăхатĕнче Владимир Николаевич П.И. Баранов ячĕллĕ Авиаци моторĕсене тăвакан тĕп институтра вăй хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче 51-мĕш завод çумĕнче çĕршывра пĕрремĕш ертсе пымасăр вĕçекен аппаратсем шутласа кăларакан ОКБ никĕсленĕ. 1944 çултанпа Владимир Николаевич ертсе пынипе 10Х, 14, 16Х ПуВР двигательпе вĕçекен çунатлă ракетăсем шутласа тĕпчесе тунă. 




#Article 450: Шур-Пайраш (111 words)


Шур-Пайраш — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи ял, Чăваш Сурăм ял тăрăхне кĕрет.

Шупашкар çитме 45 км, райцентра - 21 км, ч.-ç. станцине 29 км. Яла газовификациленĕ.

Шур-Пайраш ялĕнче 72 çын (2006) пурăнать. Ялта Чапаев тата Ленин урамĕсем.

Кĕтерин патша хывтарнă хурăнлă çул иртнĕ ял çумĕпе. Ватă çынсем каласа панипе, вăл хурлăхлă та инкеклĕ çул пулса тăнă — правительствăна хирĕç пулнă çынсене Çĕпĕре илсе кайнă. Шур-Пайрашра этап çурчĕ пулнă. 1914-мĕш çул хыççăн этап çурчĕ Матвеевсен хуçалăхне куçнă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче ку çулпа машинăсем çӳренĕ. XX ĕмĕрĕн 60-мĕш çул пуçламăшĕнче çула Тури Хурасан ялĕнчен пуçласа Красноармейски районне кĕрекен Шемĕне çитичченех (12 çм тăршшĕ) халăха кĕреçесемпе аркаттарнă, акма юрăхлă çĕрсем тутарнă, çулăн сарлакăшне ансăрлатнă.




#Article 451: Трофимов Захар Трофимович (108 words)


Трофимов Захар Трофимович, — генерал-майор. 1897 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Мăн Ямаш ялĕнче çуралнă. 1961 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Чĕмпĕрти чăваш вĕрентекенĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Пĕрремĕш Тĕнче, Граждан тата Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçисене хутшăннă. 1916 çулта прапорщиксен шкулĕнчен, 1927 çулта – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинчен вĕренсе тухнă. 1927-1943 çулсенче – çар училищисемпе академисенче вĕрентнĕ, вăл вăхăтрах 1933 çултанпа – М.В. Фрунзе ячĕллĕ Çар академинче. Вăрçă вăхăтĕнче 58-мĕш тата 120-мĕш стрелк. корпуссен штаб пуçлăхĕ, 329-мĕш, кайран 106-мĕш стрелк. тата 78-мĕш гвард. стрелк. дивизисен командирĕ.
 

Ленин, Хĕрлĕ Ялав (виçĕ хут), Суворовăн 1-мĕш степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр, «Шурă Арăслан» (Чехословаки), Грюнвальд (Польша) орденĕсемпе тата медальсене тивĕçнĕ.




#Article 452: Осипов Пётр Николаевич (112 words)


Пётр Николаевич Осипов (1900 çул, кăрлачăн 27-мĕшĕ, Кутемер ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районĕ) — 1987 çул, пушăн 18-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш драматургĕ, çыравçи, медицина ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 

Çыравçăн пултарулăх çулĕ Хусанта пуçланнă. Кунтах вăл гимназире тата кĕвĕ училищинче вĕреннĕ. Çавăн пекех вăл Хусанти патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче пĕлӳ пухнă.

Вăрçă хыççăн темиçе çул хушши Чăваш Енĕн тĕрлĕ сывлăха сыхлакан сферăра тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ. 1948 çулта Чăваш АССР сывлăха сыхлас ĕçĕн министрĕ пулнă.

Литература ĕçĕнче утмăл çул ытла тăрăшнă Пётр Николаевич, çирĕм ытла пьеса, опера либретти, юрă-кĕвĕ камитне çырнă.

Айтар”, “Ĕмĕтленнĕ ĕмĕт”, “Пиччĕшeпе шăллĕ”, “Пьесăсем”, “Тăван тавралăхра”, либретто опери “Прерванный вальс”. “Элкей таврашĕ роман-эпопея чăваш литературин ахах мерченĕ шуланать.




#Article 453: Буркина Фасо (104 words)


Буркина Фасо, — Африкăри патшалăх, çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Мали, Бенин, Того, Кот-д’Ивуар, Гана тата Нигер патшалăхĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Патшалăхăн кăк халахĕ шутĕнче икĕ халăх ушкăнĕ шутланаççĕ: пĕрисем — гурсем (вĕсем шутне моси, бобо, лоби тата ытти халăхсем кĕреççĕ), теприсем — манде (вĕсем шутне хауса, фульбе, туарегсем, тата ыттисем кĕреççĕ). 3/4 пайĕ хăйсен авалхи тĕнне ĕненеççĕ, ыттисем ислампа христианлăх тĕнсен йĕркисемпе пурăнаççĕ.

Хулара пурăнакан халăх йышĕ 27%.

Экономика тĕлешĕнчен пăхсан кунта ял хуçалăхĕ вăйлă аталаннă. Ытларах енчен Франци укçисене хывнă. Ял хуçалăхĕнче халăхйышĕн 90% ытла ĕçлет. Экспорт çине çĕр мамăкĕ, арахис, çу пальми, çу йывăççи, каритэ каять.

Çавăн пекех кунта ылтăн, ртуть, мрамор кăлараççĕ.




#Article 454: Мораньков Никифор Фёдорович (116 words)


Никифор Фёдорович Мораньков (Никифор Мранькка, 1901, çĕртме, 9, Пилешкасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Куславка районĕ, Чăваш Ен, РФ), Раççей империйĕ — 1973 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР) — чăваш прозăçĕ, драматургĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1939). 

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен вăл кинохроника студийĕн директорĕ, район хаçачĕн редакторĕ пулса вăй хунă. Фронтра пулнă, алла хĕç-пăшал тытса тăшманпа çапăçнă. Вăрçă хыççăн чылай вăхăт хушши Куславка райкомĕн агитаципе пропаганда пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ.
 

Вăрçăран таврăнсан 6 кĕнекерен тăракан «Ӗмĕр сакки сарлака» романа çырнă. 6-мĕш кĕнекине çырса пĕтереймен. 1973 çулхи нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Волчков, В. Пирĕн ентешсем – халăха çутта кăларакансем çинчен / В. Волчков // Ялав (Куславкка р–нĕ). – 1998. –21 ака.




#Article 455: Хумма Çеменĕ (154 words)


Хумма Çеменĕ (паспортпа Фомин Семен Фомич), — 1903 çулхи авăнăн 10-мĕшĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш Ен — 1936 çулхи авăнăн 25-мĕшĕ,) — чăваш çыравçи, сăвăçи, драматургĕ, тăлмачĕ. 

Ялти пуçламăш, Шăхасанта икĕ класлă, ун хыççăн ялти икĕ сыпăклă шкулсенче вĕреннĕ. 1920 çулта Хусанта тухса тăракан «Канаш» хаçат редакцине тăлмач ĕçне вырнаçнă. Çав вăхăтрах çĕр йĕркеленĕвĕн техникумĕн каçхи уйрăмĕнче вĕреннĕ.

Чăваш автономине туса хунă хыççăн редакципе пĕрле Шупашкара куçнă. Хаçатăн литература ĕçченĕ, пай ертӳçи, явăплă секретарĕ тата редактор çумĕ пулса ĕçленĕ. 1926 çулта Вăтам Азипе Кавказ çĕрĕсене çитсе курнă.

Пĕр вăхăт Ашхабадра тухса тăракан «Туркменская искра» хаçатра вăй хунă. 1927-1932 çулсенче Шупашкарти типографире тӳрлетекен ĕçĕсене туса пынă. 1932-1936 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствинче илемлĕ литература кĕнекисене пичете хатĕрленĕ.

Хумма Çеменĕ калавсемпе сăвăсем, повеçсем, роман («Йӳçлĕ-тутлă» ятлăскер), очерксемпе статьясем çырнă, вырăсларан чăвашла Н. Некрасов, А. Кольцов, А. Фет, Ян Райнис, Г. Тукай, У. Уитмен, В. Гюго, Д. Рид, В. Короленко тата ытти çыравçăсен ĕçĕсене куçарнă.

Кĕнекисем:




#Article 456: Тихăн Петĕркки (108 words)


Тихăн Петĕркки (чăн ячĕ Петров Пётр Тихонович; 1903, чӳк, 29, Теччĕ районĕ, Кăнна Кушки ялĕ — 1976, пуш, 26 Хусан), — чăваш çыравçи, драматургĕ.  

СССР ÇП пайташĕ (1965 ç.) .

Малтан пуçламăш шкултан, унтан икĕ класлă училищĕрен вĕренсе тухнă. 1919 çулта Теччĕри педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. 1924 çулта Чĕмпĕрти педагогика техникумĕ çумĕнчи кăтартуллă шкулта ĕçлеме тытăннă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче фронтра çапăçнă, касăри салтакран пуçласа рота командирĕ таран ӳснĕ. Вăрçăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕĕпе тата икĕ медале тивĕçнĕ.

Тихăн Петĕркки «Трактор» ятлă малтанхи поэми Мускавра тухнă «Çĕнĕ çул» кĕнекере пичетленнĕ. Вăл калавсемпе повеçсем, пьесăсем ăслăлăхлă-фантастикăллă ĕçсем çырнă.

Унăн «Ӗмĕт», «Çĕрлехи çиçĕм», «Юнлă кунсем» пьесисене драмкружоксем ăнăçлă лартаççĕ.

Паллăрах кĕнекисем:




#Article 457: Алга Александр Егорович (178 words)


Алга Александр Егорович (паспортри хушамачĕ Бачков, 1913 çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕ,  — 1977 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕ? , ) — чăваш сăвăçи, прозăçи, драматургĕ, литература тăлмачĕ, тишкерӳçи.

Чăваш АССР халăх сăвăçĕ (1970). СССР ÇП пайташĕ (1938-па). 

Малтан хăйĕн ялĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн ăна ачасен çуртне куçарнă. Хусанти Чăваш техникумĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Красноармейски тата Çĕрпӳ районĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, Етĕрнери педагогика училищинче ĕçленĕ. 1939 çулта хĕсмете кайнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, тăватă хут аманнă.

Вăрçă хыççăн «Ялав» журнал редакторĕнче Чăваш ÇП ертӳçинче, РСФСР ÇП секретарĕнче ĕçленĕ. 1963-1967 çулсенче ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă.

Пĕрремĕш сăввисем 1931 çулта «Утăм» альманахра кун çути курнă. Александр Алга пултарулăхĕ нумай енлĕ. Вăл сăвăсемпе поэмăсем, повеçсемпе роман çырнă. 

Паллă кĕнекисем:

Ю. Збанацкин «Çеçпĕл» романне, В. Шекспирăн «Гамлет» трагедине, А. Пушкин, М. Лермонтов, Т. Шевченко, Н. Некрасов çыравçăсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенчи паттăрлăх кăтартнăшăн икĕ хутчен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденне, Хĕрлĕ Ялав орденĕсене, медальсене тивĕçнĕ. 

Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн «Хисеп Палли», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ. 1970 çулта «чăваш халăх сăвăçи» ятне панă.




#Article 458: Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсен гимнĕ (312 words)


The Star-Spangled Banner(Çăлтарпа илемлетнĕ ялав), - Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсен патшалăх гимнĕ.

O say, can you see, by the dawn’s early light, 
What so proudly we hailed at the twilight’s last gleaming, 
Whose broad stripes and bright stars, through the perilous fight, 
O’er the ramparts we watched, were so gallantly streaming? 
And the rockets’ red glare, the bombs bursting in air, 
Gave proof through the night that our flag was still there; 
O say, does that star-spangled banner yet wave 
O’er the land of the free and the home of the brave? 

On the shore, dimly seen thro’ the mist of the deep, 
Where the foe’s haughty host in dread silence reposes, 
What is that which the breeze, o’er the towering steep, 
As it fitfully blows, half conceals, half discloses? 
Now it catches the gleam of the morning’s first beam, 
In full glory reflected, now shines on the stream 

O’er the land of the free and the home of the brave! 

And where is that band who so vauntingly swore 
That the havoc of war and the battle’s confusion 
A home and a country should leave us no more? 
Their blood has washed out their foul footstep’s pollution. 
No refuge could save the hireling and slave 
From the terror of flight, or the gloom of the grave,  
And the star-spangled banner in triumph doth wave 
O’er the land of the free and the home of the brave. 

Oh! thus be it ever, when freemen shall stand 
Between their loved homes and the war’s desolation, 
Blest with vict’ry and peace, may the Heav’n-rescued land 
Praise the Pow’r that hath made and preserved us a nation! 
Then conquer we must, when our cause it is just, 
And this be our motto—“In God is our trust.” 
And the star-spangled banner in triumph shall wave 
O’er the land of the free and the home of the brave. 




#Article 459: Романов Борис Александрович (339 words)


Романов Борис Александрович, — чăваш сăвăçи.  1947 çулхи кăрлачăн 5-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Кивĕ Йĕкĕт ялĕнче çуралнă. 1982 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Вунă ачаллă кил-йышра ӳснĕ.

Анат Кушарти — пуçламăш, Янкасри — сакăр çул, Красноармейскинчи 11 çул вĕренмелли шкулсенче вĕреннĕ. 1965—1970 çулсенче Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Ун хыççăн тӳрех Çĕрпӳ районĕнчи Çавалхĕрри Кăнаш шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăннă. Унтанах çулталăклăх çар хĕсметне кайса килнĕ. 1974 çулхи авăн уйăхĕнче ăна Красноармейски районти «Ял пурнăçĕ» хаçат редакцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл малтан — литература сотрудникĕ, кайран — яваплă секретарь пулнă. Малашлăхлă пултарулăх çыннине республикăри çырăвçăсем те асăрханă: Красноармейскинчен Шупашкара куçарнă — Чăваш Инçекуравĕн литературăпа драма кăларăмĕсен аслă редакторĕ пулма шаннă. Кунта вăл самай вăхăт тăрăшнă.

Борис Романов ача чухнех сăвăсем çырма пуçланă. Хăй 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех унăн пĕрремĕш сăвви чăваш çыравçиссен «Ялав» журналĕнче тухма тивĕçлĕ пулнă. 

Çапла Борис Романов тăван литературăн анлă каçалăкĕ умне тухнă. Хăй пурăннă чух унăн сăвви-поэмисем республикăри хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленнĕ, «Çеçпĕл çеçкисем», «Малтанхи утăмсем» ятпа ушкăн авторсен кĕнекисенче тухнă. 1976 çулта Мускаври «Молодая гвардия» издательствăра «Родники» альманах Борис Романовăн сăввисене вырăсла кăларнă. Ку ăнсăртран мар: малтанхи çул поэт çамрăк писательсен Пĕтĕм Союзри канашлăвне хутшăннă, Михаил Дудин семинарĕнче ĕçленĕ...

Хăй виличчен Борис Романов икĕ кĕнеке кăларса юлма ĕлкĕрнĕ: «Ӗненӳ» (1976) тата «Сенкер хĕвел» (1979 çул). Вара ăна СССР ÇП членне йышăннă. Çав вăхăтра çак чыса тивĕçнисенчен чи çамрăкки пулнă. Унăн илемлĕ ĕçĕсенчи сăнарĕсем — хамăр çĕршыва, халăха хĕрӳллĕн юратакан, ĕçшĕн чунне пама хатĕр çамрăк çынсем — хăюллă та парăнманскерсем. Тантăшлăх, телей темисем малти вырăнта тăрççĕ. Поэтăн хăйне евĕрлĕ шухăшлавсем пулнă, пурнăç çине ыттисем пек мар, хăйне май пăхнă. Юлашки çулсенче вăл «Кăкăр сĕчĕ» ятлă сăвăсен пуххине кăларас тесе тăрăшнă. Анчах та вăл çав куна кĕтсе илеймен. Кĕнеки хăй вилсен çулталăкран кун çути курнă...

Сăвăç пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă пулсан та кĕнекисене кăна мар, сăвăç ятне, унăн сăнарне ăна пĕлнĕ, пĕрле ĕçленĕ, туслă пурăннă ĕçтешĕсем яланах асра тытаççĕ. Уйрăмах Красноармейски районти нумай-нумай вулакансем ун сăввисене мухтаççĕ.

Поэтăн мăшăрĕ — Постумия Афанасьевна, унăн ачисем — Елена хĕрĕ тата Евгений ывăлĕ.




#Article 460: Тутирек (212 words)


Тутирек, — 1774-1775 Е. И. Пугачёв ертсе пыракан çĕрĕçченĕсен пăлхавне хутшăннă паттăр чăваш. Тутирек хальхи Шупашкар районĕнчи Мăн Маркара çуралса ӳснĕ. Çуралнă çулĕ 1731 тесе шутлаççĕ. Ăçта тата хăçан вилни паллă мар.

Ун чухне чăвашсене вăйпа Христос тĕнне кĕртнĕ. Тутиреке те çав тĕне кĕртнĕ те хут çине Гаврила Иванов тесе çырнă. 1880 çулсенче Н. Е. Ефимов пухнă Чăваш халăх халавĕсен хушшинче Тутирекĕн пĕртен-пĕр кĕске юрри упранса юлнă. Ку юрă Тĕпчев институчĕ хатĕрленĕ Чăваш халăх сăмахлăхĕн виççĕмĕш томĕнче 1978 çулта пĕрремĕш хут пичетленĕ. 1774 çулта Тутирек 43-ре пулнă. Емельян Пугачёв Атăлăн сылтăм енне каçсан вăл таврари ялсенчен паттăрсене пухать те çар йĕркелет. Унăн çарĕнче виççĕр ытла  (хăй ялĕнчен 28) чăваш паттăрĕ пулнă. Вĕсем хушшинче Тутирекĕн виçĕ шăллĕ пулнă. Пĕри Исмук (тĕне кĕртсен Илле) тесе чĕннĕ. Емельян Пугачёв Тутиреке хисеплесе кĕмĕл алтăр парнеленĕ. Кайран çак парне унăн килĕнче упраннă. Тутирекпе Исмука пăлхава кĕнĕшĕн тĕрмене хупнă. Исмук асапа чăтаймасăр вилнĕ. Тутиреке тепĕртакран ирĕке кăларнă.

Тутирек ячĕ 1955 çулта Шупашкар районĕнчи Ишек ялĕнче çырса илнĕ историллĕ халапра та пур. Унта ăна ăçта юрăçă тесе палăртнă. Ку преданине 2005 çулта пичетленче тухнă «Çĕрпе тӳпе чуптунă каç» кĕнекере пичетленнĕ.

Чăваш Республикин наци музейĕн ăслăлăх архивĕнче Тутирек çĕрри паян кунчченех упранать. Ăна 1922 çулта Етĕрне уесне кĕрекен пĕр чăваш ялĕнче тупса К. Петров уполномоченнăй музей фончĕ валли упраса хăварнă.




#Article 461: Керменчӳк историйĕ (152 words)


Керменчук Кермен шывĕ çинче хальхи Вырăс Кермен ялĕ патĕнче, Чулман Атăлтан 11 çухрăм çурçĕртерех ларнă. Керменчук аслă та чаплă хула пулнă. Вăл авалхи Атăлçи Пăлхарăн çурçĕр-хĕвелтухăç чиккинче, Чулман Атăлтан тăвалларах чаплăн сарăлса ларнă.

Ку вырăна халĕ питĕ лайăх пăхса палăртнă. Ун çинчен А. П. Смирнов хăйĕн «Атăлçи пăлхарсем» кĕнекинче уçăмлă çырса кăтарнă. Кури Вантер «Чăваш халăх историйĕ» кĕнекинче пирĕн асаттесен Керменчук ятлă хули Маматăш уесĕнче пулнă пуль тесе çырать. Керменчук икĕ сăмахран тăрать: «кермен» тата «чук». Ĕлĕк-авал Керменчук авалхи тĕнпе пурăнакан пăлхарсен тĕп кĕлĕ вырăнĕ, чӳк тумалли савăплă вырăнĕ пулнă пулас.

Çавăн пекех, кунчен каланă сăмахсем хыççăн çакна палăртмалла. Украина çĕрĕнче, Полтава хулинчен 100 çухрăмра Кременчук вырнаçнă. Анчахрах каланă тăрăх, çак хула ячĕ те икĕ сăмахран пуçтарăнать: кремен (кермен е карман) тата чук (чӳк): чӳк тумалли карман пулать. 

Çаплах та Харьковран инçех мар - 60 çухрăмра - Чугуев хули пур. Ăна тимлесе пайласан, вăл чӳк тата уйĕ (чӳк тумалли уйĕ) пулса тăрать.




#Article 462: Хумара (162 words)


Хумара - авалхи чăваш хули.

Балкар тĕпчевçи И. М. Мизиев Хумара хули Хасар хаканлăх шутĕнче, Кубань юханшывăн сылтăм енче пулнă тесе çырса кăтартать. Хули йĕри-тавра чултан туса хӳтлĕх çавăрнă.

VIII-X ĕмĕрсенче Хумара хули хытă аталанса пынă. Тата авалрах ĕмĕрсен йĕрĕсем те палăраççĕ хула йĕркисем пулнă вырăнта. Хумара çыннисем хăйсен вилнĕ çыннисене пытарас умĕн виле шăтăкне кĕççе хунине. Çак йăла куçса çӳрекен йăхсен сĕм авалтан пыракан йăли. Хумара таврашĕнче авалхи руна çырулăхĕн тĕслĕхĕсем те нумай тупăннă. Вĕсем те кунта тĕрĕк йăхĕсем пурăннине, вĕсен чĕлхи хальхи чăваш чĕлхипе çывăх пулнине палăртаççĕ. Çак палăксене паян куна çитсе те кирлĕ таран тĕпчесе пĕтермен. Хумара çыннисем чул çурт тума ăста пулнă. Хумара хулине пăлхар-чăвашсем Купрат вăхăтĕнче е унчен маларах туса хунă. Кайран вăл Аслă Пăлхарăн чи паллă хуласенчен пĕри, Кавказри халăхсене çыхăнтаракан хăйне евĕрлĕ тĕп пулма пултарнă. Аслă та чаплă Купрат вилнĕ хыççăн Хумара хасарсен аллине лекет, çавăнпа палкар тĕпчевçи ăна Хасар хаканлăхĕн хули тет. Хумара хулине, юнашар хасар хулисене пекех, арапсем тапăнса килсе çунтарса яма пултарнă.




#Article 463: Пукур (Пăлхар) (293 words)


Пукур (Пăлхар) хули - пирĕн мăн асаттесен авалхи хули Вăтам Азире, пирĕн эрăччен II, III е тата IV ĕмĕрсенче пулнă. Ăна пирĕн эрăчченхи  I ĕмĕрте тапăнса килекен ташмансем çĕмĕрсе ишнĕ.

Пукур (Пăлхар) Вăтам Азире, çĕр ĕçĕ питĕ аталаннă тăрăхра пулнă. Тен, унăн чăн-чăн ячĕ Пукур мар, Пулхар е Пăлхар пулнă пулĕ. Пукур (Пăлхар) çинчен чи малтан Н. Я. Бичурин (Иакинф) хăйĕн Собрание сведений о народах, обитавших в Средней Азии в древние времена кĕнекин иккĕмĕш тата виççĕмĕш томĕсенче çырса кăтартнă. Пукур (Пăлхар) хули çинчен В. Ф. Каховский историк те хăйĕн Происхождение чувашского народа кĕнекинче чăваш йăхĕсене чаш е чеш е чăаш тесе чăнлавсенче юлма пултарнă тесе çырать.В Чешиское царство, по-видимому, входили предки некоторых булгарских племен, которые в составе Чеши выступали, очевидно, под именем пулэй или пулу, - çырать вăл. В письменных источниках под 62 годом до н.э. в Средней Азии упоминается город Бугур и бюгирские земли, название которых, по-видимому, было связано с древним именем булгар, передаваемым в источниках искаженно (бюгур или бугур), - çырать малалла паллă чăваш историкĕ. - Небезынтересно отметить, что европейские булгары в письменных источниках иногда выступают под этим именем. Так, в хронике Михаила Сирийского упоминаются три брата, которые вышли из Внутренней Скифии, т.е. Северного Причерноморья: один из них назывался Булгар, два других брата и пришли в страну алан, называемую Берсилия (Barsilua); жители городов Берсилия назывались пугуры (Puguren). М. И. Артамонов, на наш взгляд, совершенно правильно считает, что пугуры означают тех болгар, которые назывались и беленджерцеми. Пукур (Пăлхар) хулине авалхи пăлхар-чăвашсен чи авалхи хулисенчен пĕри тесе Танайçи пăлхарсен паллă историкĕ Петр Добрев те çырать. Древний город Бугур,— палăртать вăл, - возникший в районе развитого земледелия, был разрушен в первом веке до н.э. В. Каховский не без основания полагает, что он был основан пугурами, вместе с протоболгарами, заселившими впоследствии территорию в районе Кавказа.




#Article 464: Кан (295 words)


Кан (Кам), — пăлхарсем никĕсленĕ аслă та чаплă хула.

Вăл Кĕтне юханшывĕ Сĕвене юхса кĕнĕ çĕртре пулнă пулас. Ун çинчен «Известия Общества археологии, истории и этнографии при Казанском университете» журналра çырнă. «...Известно, что жили какие-то язычники, поклонники огня. К ним некогда принадлежали соседние селения Бурунду, Бузаево, Утяково, Утяшка, Чулпанка...»— тенĕ унта.

Хулана тытса тăраканĕ Кан ятлă пулнă. Кайран çак хулана тутарсен ханĕн ывăлĕсем Нурат тата Дерть-Имян хăйсен çарĕсемпе тапăннă. «Одна часть татарского отряда с восточной стороны напала подожгла укрепления, — çырнă малалла. — Пока обитатели городища занимались тушением пожаров и продолжали отбивать неприятеля у входа в городище, другая часть неприятельского полчища с Князем Нуратом, напала с запада через реку. Город был взят и сожжен татарами. Побежденный Кан скрылся в соседнем лесу и потом, окруженный многочисленной толпой подчиненных, удалился на север. Жители прочих селений также последовали за ним.» С. М. Шпилевский вара хăйĕн «Авалхи хуласем...» кĕнекинче çак хула кайран та пулнине, ăна вырăс патши пĕтĕмпех çунтарса янине çырса кăтартать.

Çак аслă та чаплă пăлхар хулине Рыбаков Б. А. 1974 çулта Мускавра пичетленсе тухнă «Русские карты Московии» кĕнекинче çырнă. В. Д. Дмитриев профессор Кан хули çинчен хăй кĕнекинче çапла çырать: «Удалось выяснить, что город в свое время назывался Каном. На западно-европейских картах — С. Герберштейна 1546 года (Вена), И. Магина 1595 года (Венеция) и Гондиуса 1606 года (издана в Амстердаме, составлена, очевидно, на основании карты Меркатора 1569 года) — в среднем течении Свияги помечен городок Кан (Кам). Фиксация этого города, разрушенного, вероятно, в середине XVI века, на картах второй половины XVI, начала XVII веков объясняется тем, что они были составлены на основании более ранних карт». Апла пулсан, чăнах та аслă та чаплă чăваш хулине вырăссем Хусана илнĕ хыççăн ним юлми çунтарса янă пулĕ. Çак чăваш хули пулни те Сĕве тăрăхĕнче мĕн ĕлĕкрен чăвашсем пурăннине питĕ лайăх ĕнентерет.




#Article 465: Шупашкарăн кун-çулĕ (480 words)


Шупашкар - чăвашсен паллă хули. 

Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Шупаш тени чăваш сăмахран çаврăнса пулнă. Шупашкар тени чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет имĕш. Ку шухăша чи малтан Н. Я. Марр академик, унтан Б. А. Серебренников, каярахпа пирĕн паллă тĕпчевçĕ В. Г. Егоров профессор каланă. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕслени çинчен каланă халап пур. Кун пек тĕслĕх, ял таврашне малтан килсе вырнаçнă çын ячĕпе парасси, Чăваш Енре питĕ сарăлнă. Ял, вырăн ячĕсене пăхса, авалхи хитре чăваш ячĕсене пайтах тупма пулать: Исампай, Тикеш, Катек... «Паш», «аш» сыпăксемпе вĕçленекен ятсем нумай тĕл пулаççĕ: Пăкаш, Муркаш, Штанаш, Юрпаш, Урпаш тата ытти ятсем. Магницкий çырса кăтартнă тĕне кĕричченхи чăваш ячĕсенче те ун пек ятсем пайтах. «Паш», «аш» сыпăксемпе вĕçленекен ятсем тата ытти халăхсен те пур. Акă, Кайьен Кавказра Супаш çырми, Супаш Лапамĕ пур. Кавказри тĕпчевçĕсем Супаш çырми çын ятĕнчен пулса кайнине палăртаççĕ. Супаш - Шупаш пекех илтĕнет. Шупаш евĕрле ятсем тӳрк йăхĕсен ĕлĕк нумай пулнă. Акă «Поэзия древних тюрков» кĕнекере çакна вулатпăр: 

Авалхи тĕрĕк чĕлхисенче ку сăмах мĕн пĕлтерни паллă: шу (тĕрĕкле - сӳ), çар тени пулать, паши (тĕрĕкле тата баши) пуçĕ тени пулать. Çапла вара, Шупашкар тени авалхи чĕлхерен хальхи чĕлхене куçарсан çарпуç хули тени пулать.

XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Чăваш Енре чылай ĕçлесе пурăннă К. С. Милькевич та çак А. И. Свечин çырнă шухăшах çирĕплетет: «Город Чебоксары наименование свое получил, так как древние сих мест обитатели сказывают, от бывшей на оном месте в старинные времена чувашской деревне Шобаксар».

Вырăс хучĕсенче Шупашкара пĕрремĕш хут 1469 çулта асăннă, кунта  Иван Рун ертсе пыракан вырăс çарĕсем чарăннине каланă. Ун чухнех Шупашкар вăйлă çирĕплетнĕ пĕр-пĕр мăрсан е турханăн карманĕ пулнă теме те май пур. 1552 çулта Хаяр Иван чăвашсем пулăшнипе Хусана илет. Вара чăвашсемпе калаçса татăлнине пăсса авалхи чăваш хулисене хăй çарĕсене тăратса тухма тытăнать. 1553 çулта Шупашкара та çар тăратать. Тепĕр икĕ çултан вара вырăссен çар хӳтлĕхне тума тытăнать. 1566 çулта кунта Троицки мăнастăре никĕслеççĕ, тем чухлĕ чиркӳ лартма тытăнаççĕ. Шупашкар вырăс колонизаторĕсен çирĕплетнĕ тапăрĕ пулса тăрать.

Шупашкарта пурăнакан чăвашсене вырăссем хуса кăларса хуларан 12 çухрăмра ялсемпе ларма ирĕк панă. В. Д. Дмитриев чăнласах та XVII-XVIII ĕмĕрсенче Шупашкар хулинчен 12 çухрăмра, анăçăрах, «Шебашкар» (Шупашкар) ятлă ял пулнине, каярахпа вăл Уйкас (Шарпаш), Варпуç тата Малти Ункăпуç ятлă ялсем çине пайланса кайнине çырать. Вĕсем халĕ пурте Шупашкар районĕнчи Вăрман-Çĕктер ял тăрăхне кĕреççĕ. Унсăр пуçне Шупашкар районĕнчех Шупашкаркасси ял та пур. Ку яла та Шупашкартан куçарса кăларнă чăвашсем пуçласа янă теме пулать. Хальхи Тутарстанра та Чăваш Шупашкар ялĕ пур. Унта Н. М. Охотников çуралса ӳснĕ. Çав яла та XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Шупашкар хулинчен тарса тухнă чăвашсем  пуçласа яни çинчен çырса илнĕ хайлавсем пур.

Шупашкарăн авалхи илемлĕ ӳкерчĕкĕ те упранса юлнă. Вăл 1660 çулхи хулана кăтартать. Ун чухне Шупашкар питĕ вăйлă, пур енчен те çирĕплетнĕ хула пулнă. Унта сахалтан та 8-10 турул пулнă. Хула варринче Троицки мăнастырĕ ... Ку ӳкерчĕк 1692 çулта Голланди çулçӳревçин Н. К. Витсенăн «Çурçĕрти тата Тухăçри Татарстан» кĕнекинче пичетленсе тухнă.




#Article 466: Аслă халăх шкулĕ (173 words)


Аслă халăх шкулĕ, - Скандинави çĕршывĕсенче, Германире ӳссе çитĕннĕ çынсем валли тата малалла вĕренме ĕметленекенсен шкулĕ.

Пĕрпĕкрех ятсем пулсассăн та, аслă халăх шкулĕсем Германире тата Скандинави çĕршывĕсенче пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Нимĕçсен аслă халăх шкулĕ Скандинави çĕрĕсенчи халăх университечĕпе (folkuniversitet) тан пулать.

Вырăнти чĕлхесенчи ятсем: folkehøjskole (дани чĕлхи), kansanopisto (финн чĕлхи), folkehøyskole/folkehøgskole/folkehøgskule (норвеги чĕлхи), folkhögskola (швед чĕлхи), and Volkshochschule (нимĕç чĕлхи). Францире ун евĕрли université populaire ятлă.

Пĕрремĕш аслă халăх шкулне Данири Рёддинг хулинче Кристен Кольд 1844 çулта уçнă. Шухăшĕсене вăл Грундтвиг Николай Фредерик Северин философ ĕçĕсенчен илнĕ. Ку шкула ятарласа чухăн халăх валли уçнă, вĕсен университетра вĕренме укçа та, вăхăт та пулман. 

Норвегири пĕрремĕш аслă халăх шкулĕ 1864 çулта уçалнă. Хальхи вăхăтра çак шкулсен шучĕ 77. Вĕсенчен 30-шĕ Христос тĕнĕллĕ шкулсем. 

Швецире пĕрремĕш аслă халăх шкулĕ 1868 çулта уçалнă. Паянхи кунра 150 ытла вĕренекен пур. Вĕренекенсем нормаллă стипенди илме пултараççĕ, вĕренсе петернĕ хыççăн университета та кайма пултараççĕ. Швецири аслă халăх шкулĕсен нумайăшĕ ялсенче вырнаçнă. 

Германин Volkshochschule кăшт урăхла. Ку шкул Чăваш Енри тĕрлĕ курссем пек. Çынсем çак шкулсенче кăсăклакан япаласенчи пĕлӳсене сарма-анлăлатма пултараççĕ:




#Article 467: Азербайджан чĕлхи (170 words)


Азербайджа́н чĕлхи, Азербайджа́н тĕрĕк чĕлхи (тăван ят: azərbaycan dili, Azərbaycan türkcəsi, آذربايجان ديلی, азәрбајҹан дили) — азербайджансен чĕлхи, алтай çемьи йышĕнчи тĕрĕк чĕлхисен кăнтăр-анăç туратĕнчи огуз кĕçĕн группине кĕрет, çав вăхăтрах кыпчак ареалĕн йĕрĕсем те пур.

Морфологи тĕлĕшпе азербайджан чĕлхи агглютинаци, синтетикайышне кĕрет. Лексикăпа фонетика енчен перс тата арап чĕлхисен сĕмĕнче аталаннă.

XX ĕмĕрĕн тăршшипе азербайджан çырулăхĕ тăваттă хутчен улăшăннă. Халĕ азербайджансем виççĕ тĕслĕ çырупа ус кураççĕ: арабицăпа (Иранра), латиницăпа (Азербайджанра) тата кириллицăпа (Дагестанра).

Азербайджанра тата Дагестанра (РФ) патшалăх чĕлхи штланать. Çаплах азербайджансем йышлă пурăнакан çĕршывсенче - Иранра (Иран Азербайджанĕ) тата Грузире (Квемо-Картли) - пуплеççĕ. Мĕнпур йышĕ: 25—30 млн çын.

Азербайджан чĕлхи 32 саспаллинчен тăрать.

a b c ç d e ə f g ğ h x ı i j k l m n o ö p q r s ş t u ü v y z  
A B C Ç D E Ə F G Ğ H X I İ J K L M N O Ö P Q R S Ş T U V Y Z 
Азербайджан алфавичӗ




#Article 468: Теччĕ историйĕ (245 words)


Теччĕ Атăлçи Пăлхарти чи авалхи хулисенчен пĕри. Ăна Аслă Пăлхарпа пĕр вăхăтрах никĕсленĕ. Аслă Пăлхар Атăл шывĕн  сулахай çыранĕнче, шыв юххинчен аяккарах сарăлса ларнă. Теччĕ вара ăна хирĕç, Атăлăн сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ  вырăнта. Чи авалхи вăхăтра пăлхарсем ăна карман е сĕнтĕр пек усă курнă пулĕ.

Пăлхар патшисенчен пĕри вырăс çĕрĕ çине вăрçăпа кайнă. Вăл вăрçине ăнăçлă ирттернĕ, нумай пурлăх тата вырăс кнеçĕн питĕ хитре хĕрне тыткăна илсе килнĕ. Çав хĕре вăл качча илнĕ, ăна ислам тĕнне йышăнтарасшăн пулнă, анчах кнеç хĕрĕ ниепле те килĕшмен. Пăлхар патши ăна питĕ юратнипе Христос тĕнне ĕненсе пурăнма ирĕк панă. Аслă типпе тытнă вăхăтсенче вăл, патша арăмĕ, Атăл урлă каçса Кивĕ Теччери чиркӳре турра пуççапса пурăннă.

В. Казанский тĕпчевçĕ хăй вăхăтĕнче Теччĕ хули пирки çапла çырнă: «Предания относят происхождение города Тетюши ко времени процветающего еще Болгарского царства, отчего будто певоначальное поселение г. Тетюши получило на наречии болгарского названия Темтюзи». Ку çырнă хут Чăваш Тĕпчев институтĕнчи наука архивĕнче упранать.

С. М. Шпилевский хăйĕн «Древние города и другие болгаро-татарские памятники Казанской губернии» кĕнекинче те авалхи Теччĕ хули пирки çырнă.

Ытти пайтах хуласемпе ялсем пекех, Теччĕ те тутар-монголсем 1236 çулта чылай хуша кунти халăхпа çапăçнă хыççăн ним юлми çунса кайнă.

Вырăс çул çырăвĕсенче асăннă Темтюзи ят пăлхар-чăваш чĕлхинчен тухнă, пулас. Пăлхарсем Темтюзи ларакан çырана хăйсен чĕлхипе  тăм ту çийĕ,  тăм ту çи е  кĕскен тăмтуç тенĕ. Вара çав сăмах кăшт улшăнса вырăссен темтюзи-йĕ пулса тăнă, каярах Темтюзи ятран  Тетюши ят пулса кайнă.
Кун çинчен Сувар хаçатăн 19(801) номерĕнче вулама пулать.
чакка тытар сукасем




#Article 469: Çăкату (126 words)


Çăкату, — авалхи пăлхарсен чи паллă хулисенчен пĕри.

Вырăс чăнлавĕсенче ăна Жукотин е Шукотин тесе çырни тĕл пулать. Арапсем тата ытти тухăçри çыравсенче ăна Джукетау тени те тĕл пулать. Кури Вантер çырса кăтартнă тăрăх, вăл хальхи Чистай хули патĕнче, Токауровка ялĕ çывăхĕнче пулнă. Тутарсен паллă историкĕ А. Х. Халиков та çак шухăшпа килĕшет. Çăкату Чулман Атăл хĕрринче, Чистайран инçе мар тесе çырать.
Çăкату хулине Атăлçи пăлхар-чăвашсен чи малтанхи хулисемпе пĕрлех никĕсленĕ тесе шутлама пулать. Унта тĕрлĕ çулçӳревçĕсем те пырса çӳренĕ.

 
Çăкату, Çăкату, Çăкату,

Хулана Чулман Атăл упра!

Çĕнĕ пурнăçшăн эсĕ кĕлту:

Пăлхарстан Туррине Танкăра.

Çăкату, Çăкату, Çăкату,

Хулана çӳллĕ ту эс, упра!

Улăп паттăр, атя тупа ту

Чăваша хăвармастăп тесе асапра.

Çапла вара, аслă та чаплă Çăкату тутар-монголсем килсе çунтарнă хыççăн тата икĕ ĕмĕре яхăнах пурăннă.




#Article 470: Цокто Тайджи (120 words)


Цокто Тайджи (хисеп ячĕ; тӳррĕн куçарсан — маттур, тарават; чăн ячĕ — Цуругул), — монгол кнеçĕ. 1581-1636 çулсенче пурăннă.

Унăн çĕрĕсем Халхăн тĕп вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Кермен юлашкисем Улан-Батортан Тола юханшыв тăрăх анăçалла вырнаçнă. Хĕрлĕ шлепкеллĕ буддистсен Сакья ятлă сектине пулăшса тăнă.

Тухум-Нор кӳлли патĕнчи чул çинче çырнă икĕ çыру сыхланса юлнă. Пĕри çинче унăн лирикăлла сăввине вулама пулать, тепринче Турăна чӳкленин сăмахĕсене вулама пулать. Иккĕмĕш çырăвĕнче çулне (1624) кăтартнă, тата кам çырнине палăртнă.

Цокто Тайджи Лэгдэн ханпа маньчжура тытса илекенсене хирĕç çапăçнă тесе шутлаççĕ. Халхăран хăваласа янă. Хăйĕн çарне пухса вара Кукунор тăрăхне кайнă. Вăл тăрăхра сарă шлепкеллĕ Гэлуг-ба ятлă сектăсене ертсе пыракан далай-ламăпа панчен-лама хирĕç çапăçнă. Далай-ламăна ойрат кнеçĕ Гуши хан пулăшма пуçланă, унпа çапăçнă чухне вилнĕ те.




#Article 471: Асламас Анисим Васильевич (107 words)


Асламас Анисим Васильевич (1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕ, Вăрманкас Асламас ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР — 2000 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш Республики) — раççей чăваш композиторĕ.

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1970), РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ (1976). 2-мĕш степеньлĕ Тăван Çĕршывăн вăрçин орденне, медальсене тивĕçнĕ.

Чăваш кĕвĕ училищинче, Кейӳ консерваторийĕнче (Б.Н.Лятошинский класĕ), Мускав консерваторийĕнче (В.Г.Фере класĕ, 1960 çулта вĕренсе пĕтернĕ) вĕреннĕ. 1942-1945 çулсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă.

Оперăсем:

Ораторисем:

Вăл çавăн пекех Нарспи и Сетнер (Нарспипе Сетнер, 1976) балета, Памяти поэта (1956), Космическая симфония (1975) вокалпа симфониллĕ поэмăсене çырнă.

Çавăн пекех вăл юрăсем кĕвелени çинчен, хорсем валли, романссем çырни çинчен каласа хăвармалла.




#Article 472: Войнич Этель Лилиан (101 words)


Войнич Этель Лилиан (акăл. Ethel Lilian Voynich), — акăлчан çыравçи, кĕвĕçи. 1864 çулхи çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Ирландири Коркра çуралнă. 1960 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Нью-Йорк хулинче вилнĕ. Джордж Буль хĕрĕ.

Войнич Михаил Вилфрида качча тухнă хыççăн вăл радикаллă вырăс революционерсен ушкăнне лекнĕ. Çапла вара вăл «Овод» (Кăкăркут, 1897) романа çырнă. Ку романа темиçе чĕлхе çине куçарнă. Чăвашла ăна Молостовкин Г. А. куçарнă.

СССРта вăл питĕ паллă пулнă. Анчах та хăйĕн СССРти чапĕ çинчен вăл пурнăçăн юлашки çулĕсенче çĕç пĕлнĕ. Ăна, пуринпе те маннăскерне Нью-Йоркра Таратута Евгения Александровна литературовед шыраса тупнă. Ун хыççăн ун патне çырусем килме пуçланă, нумайăн хăнана çӳреме тытăннă.




#Article 473: Çурçĕр Донец (юханшыв) (115 words)


Çурçĕр Донец, — Донăн сылтăм юппи. Раççейĕн Белгородпа Ростов облаçĕсем, Украинăн Харьков, Донецк, Луганск облаçĕсем тăрăх юхать.

Çурçĕр Донец Донăн чи пысăк юппи шутланать. Таршшĕ 1053 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 98,9 пин км2.

Çурçĕр Донец Вăтам Вырăс сăртлăхĕнче пуçланать. Çăлкуçĕ Подольхи ял патĕнче вырнаçнă. Çурçĕр Донец бассейнĕнче пурĕ 3 пине яхăн юханшыв юхса кĕрет, вĕсенчен 425-ĕшĕн тăршшĕ 10 çухрăмран, 11-ĕшĕн 100 çыхрăмран яхăн. Вăл юханшывсенчен пинĕшĕ Çурçĕр Донеца юхса кĕреççĕ.

Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. 

Сарлакăшĕ вăтамран 30-70 метр, хăш-пĕр вырăнсенче 200 метра çитет. Пĕвелесе лартнă вырăнсенче вара сарлакăшĕ 4 çухрăма таран çитет.

Хĕлле юханшыв 20-50 см хулăпăш пăрпа пăрланать. Раштав уйăхĕн варринче пăрланать те пуш уйăхĕн вĕçĕнче пăр каять.

Çурçĕр Донец хĕрринче çак хуласем вырнаçнă:




#Article 474: Кăпчаксем (124 words)


Кăпчаксем, — Вăтам ĕмĕрсенчи  тĕрĕк халăхĕ. Вĕсем пурăнакан вырăна Аслă Çĕçенхир, Дешт-и-Кыпчак е «Половецкая степь» тенĕ. 

VIII ĕмĕрте Казахстанпа Кăнтĕр Çĕпĕр (Иртышăн малтанхи юхăмĕнче) çеçенхирĕнче йĕркеленнĕ. XI ĕмĕрте Хĕвелтухăç Европăри çеçенхире куçса килнĕ. Дунай таранхи çĕрсене йышăннă. Руçпе час-часах çăпăçнă. Пĕрремĕш хут вырăссен чикки патне 1055 çулта çитнĕ. 1068 çулта пĕрремеш хут Руç çине тапăнса кĕнĕ. Альта патĕнчи çапăçура Ярославичсен çарне çапса аркатса вырĕс кнеçлĕхĕсене артатма тытăннă. Кун хыççăн вырăс кнеçлĕхĕсем çине час-часах тапăнма пуçланă. XII ĕмĕрте Владимир Мономах вĕсене Атăлпа Дон тепĕр енне, Кавказ еннелле хăваласа янă. 1190-мĕш çулсенчен пуçласа Руçпе килĕшӳллĕ пурăнма пуçланă.

Калка патĕнчи çапăçура вĕсене тата вырăссене монголсем çапса аркатнă.

Каярах Ылттăн Уртана кĕнĕ. Тĕрлĕ халăхсем шутне кĕрсе пĕтнĕ: казахсем, крым тутарĕсем, çĕпĕр тутарĕсем, нухайсем, пушкăртсем, карачайсем, балкарсем, кумыксем, тутарсем.




#Article 475: Торксем (223 words)


Торксем, — çухалнă тĕрĕк халăхĕ. Огуз йăхĕсен пĕр пайĕ. Руçĕн кăнтăрти çеçĕнхирсенче пурăннă.

XI ĕмĕрте тухăç енчен кăпчаксем хĕснине пула Днепр енне куçнă, вырăссен çĕрĕсем таран çитнĕ. Вĕснен хирĕç вырăс кнеçĕсем харçа темиçе хут та çӳренĕ. 1055 çулта Переяславль кнеçлĕхне хӳтĕлемешкĕн Всеволод I Ярославич вĕсене хирĕç çапăçма кайнă. 1060 çулта, пилĕк çул иртсен, вĕсене хирĕç Изяслав, Святослав, Всеволод тата Всеслав Брячиславич кнеçсем харçа тухнă. Авалхи çыравçă çырса хăварнă тăрăх торксем вĕсенчен хăраса тарнă, нумайĕшĕ сивĕпе, выçăпа, чирпе вилсе пĕтнĕ. XII ĕмĕрте вĕсем каллех Дон патне тухнă. 1116 çулта торксемпе печенексем икĕ кун хушши кăпчаксемпе çапăçнă. Ун хыççăн вĕсем Владимир Мономах патне кайнă.

Торксен пĕр пайĕ XI ĕмĕртех Рось патĕнчи çĕрсене йышăнса вырăс кнеçĕсене пăхăнса тăнă. Вĕсен тĕп вырăнĕ Торческ пулнă. Днепрăн сулахай çыранĕ хĕрринче торксен тепĕр ушкăнĕ вырнаçнă пулнă. Вĕсем те Переяславльти кнеçе пăхăнса тăнă. XII ĕмĕрте çырса хăварнисем тăрăх вĕсем Баруч хули патнелле вырнаçнă пулнă. Торксен пĕр пайĕ Дунай урлă каçса Византине пăхăнма пуçланă.

Вырăссене пăхăнакан торксем чикĕ хĕринчи хуралсене йеркелесе çĕнĕ куçса çӳрекен халăхран, кăпчаксенчен, сыхлама пуçланă. Çавăн пекех вĕсем вырăс çарĕсемпе харçа çӳренĕ. 1240 çулта Батый хан тапăнса килсен вĕсем Кейӳ хулине хӳтĕленĕ. Кейӳ хулине хӳтĕленĕ чухне торксен пысăк пайĕ вилнĕ. Ыттисене тутарсем Атăл енне куçарнă. Юлнисем вара славянсемпе пăтрашăнса пĕтнĕ.

Украинăра вĕсем хăйсем хыççăн топономикăра нумай йĕр хăварнă: Торец тата Торч юханшывĕсен, Торец, Торки, Торкив, Торецьке, Торчин ялĕсен ячĕсем.




#Article 476: Ирçе Çармăс (419 words)


Ирçе Çармăс (ирç. Цярмун, выр. Малые Кармалы), — Чăваш Енĕн Йĕпреç районĕнчи (1965-мĕш çултанпа)  историлле  ирçе ялĕ.  , ача сачĕ, клуб, кĕнекесар, пĕтĕмĕшле практикăллă тухтăрăн офисĕ, çыхăну уйрăмĕ, Перекет банкĕн уйрăмĕ, спорт лаптăкĕ, икĕ лавкка, суту-илÿ павильонĕ, ял тăрăхĕн администрацийĕн кантурĕ  пур. Шупашкартан —  138 км, Йĕпреçрен —  24 км, чукун çул станцийĕнчен —  12 км.

Ял ак çак урамсенчен тăрать: Евсевьев урамĕ, Комсомол урамĕ, Çаран урамĕ, Мир  урамĕ, Шкул урамĕ. Ирçесем е чăвашсем хушшинче сарăлнă ятарлă ятсем пуррипе çукки паллă мар. 

XVII ĕмĕрте чăвашсем никĕсленĕ. Ку тĕле Шупашкар уесĕнчи Шуртан вулăсĕнчи (вăл хальхи Çĕнĕ Шупашкар хули тĕлĕнче вырнаçнă пулнă)  Хурамал ялĕнчи хресченсем куçса килнĕ. Çапла вара кунта Кĕçĕн Хурамал текен пурăнакан вырăн ÿссе ларнă (вырăсла Малые Кармалы тенĕ).

Анчах та ку хыпар пирки В.Д.Димитриев профессор тĕрĕсрех те уçăмлăрах палăртать. Шуртан вуласĕнчи Хурамал ялĕнчи чăвашсем чăннипе Кĕçĕн Хурамала мар, хальхи Йĕпреç районĕнчи Хурамал ялне никĕсленĕ. Вăт шăпах çав Хурамалтан килсе лекнĕ те ĕнтĕ чăвашсем Кĕçĕн Хурамала. Вăл яла, Кĕçĕн Хурамала, çавăн пекех Шуртан тесе те каланă.  XVIII ĕмĕр вĕçĕнче çав Шуртанта (Кĕçĕн Хурамалта) 28 кил пулнă, 82 арçын, 95 хĕрарăм пурăннă. Каярахпа кунти чăвашсем хальхи Канаш районĕн территорине куçса кайнă, Çĕнĕ Шуртан ялне никĕсленĕ. 

Сăмах май каласан, çав Шупашкар таврашĕнчи Хурамал паянхи кунччен сыхланман. Анчах та вăл хальхи Мăн Пӳкасси ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă пулни паллă.

Чăвашсем Кĕçĕн Хурамалтан кайнине кура каярахпа ,  —  XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче, — Улатăр уесĕнчи Пыреси тата Сыреси ялĕсенчен  ирçесем куçса килнĕ. Вăсем яла  Цярмун тенĕ, вырăсла ят вара документсенче çаплипех сыхланса юлнă. 
Căмах май каласан, куçса килекенсем хушшинче Кобелёвка тата Козловка вырăсĕсем те пулнă. Кунсăр пуçне А.Яковлев таврапĕлÿçĕ Кабаево текен яла асăнать, анчах кун пирки ăçтан пĕлнине (çăлкуçа) палăртмасть.

Тепĕр енчен, Пыреси, Сыреси, Кобелёвка, Козловка тенисем тĕлĕшпе те ыйтусем çуралаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пирки В.Д.Димитриев хайхи (?) А.С.Яковлев çырăвĕ (27, июль, 1988) урлă çеç пĕлни курăнать. Çапла вара, ку хыпарсен çăлкуçĕсем тĕлĕшпе халлĕхе тĕппипех уçăмлăх çук.

Чăвашсем вара, кунта ирçесем килсе вырнаçсан, яла Ирçе Çармăс теме  пуçланă, мĕншĕн тесен юнашарах чăвашсем пурнакан Çармăс ятлă ял пулнă. Тепринпе пăтраштарас мар тесе вара кăна та Чăваш Çармăс теме тытăннă. 

Ирçе Çармăс Мăн Йĕпреç районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне кĕнĕ. 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн Комсомольски районне, 1959 çулхи юпа уйăхĕн 9 хыççăн Йĕпреç районне, 1962 çулхи раштавăн 20-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне кĕнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Йĕпреç районне кĕрет  .

Кунсăр пуçне ытти хăшпĕр паллă çынсен пурнăçĕ те, хăйсем кунта çуралман пулин те,  Ирçе Çармăспа тачă çыхăннă:




#Article 477: Раççей халăхĕсен чĕлхисем (595 words)


Раççей Федерацийĕ — нумай нациллĕ çĕршыв. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, Раççейри халăхсем 176 чĕлхепе калаçаççĕ. Вĕсен кашнин хăйсен историйĕ, шăпи, аталану çул-йĕрĕ, пуласлăхĕ.

Генеалоги енчен (пулса кайни, хурăнташлăх енчен) илсессĕн Раççей халăхĕсен чĕлхисем тĕрлĕ чĕлхе çемйине кĕреççĕ: индо-европа, алтай, ибери-кавказ, урал, палеоази. Кашни чĕлхе çемйи каллех уйрăм ушкăнсене пайланать.

Индоевропа çемйине хĕвелтухăç славян, иран чĕлхисен ушкăнĕсем, чикан тата идиш чĕлхисем кĕреççĕ.

Хĕвелтухăç славян чĕлхисем: вырăс, украин, белорус. 1989 çулхи перепись тăрăх, Раççейре 119 865 946 вырăс, украинсем — 4 362 872, белоруссем — 1 206 222 шутланнă. Вырăс чĕлхи — çĕршыври ытти наци республикисенче те анлă усă куракан чĕлхе. Чăваш Енре вырăс чĕлхине, чăваш чĕлхи пекех, патшалăх чĕлхи тесе йышăннă.

Иран чĕлхисен ушкăнне Раççей федерацийĕнче Çурçĕр Кавказра пурăнакан осетин (402275) тата Дагестан Республикинче пурăнакан тат халăхĕсен (19420) чĕлхисем кĕреççĕ. Ку халăхсен сахалтарах пайĕ Грузире тата Азербайджанра пурăнать.

Идиш — еврей чĕлхин пĕр тĕсĕ. Раççей Федерацийĕнче, 1989 çулхи перепись тăрăх, 536 843 еврей шутланнă. Пурăнасса вĕсем сапаланса — çĕршыври кашни республикăпа облаçра, кашни хулара пурăнаççĕ. Сăмахран, Чăваш Енре, 1989 çулхи перепись материалĕсем тăрăх, 690 еврей шутланнă.

Чикан чĕлхи те, еврей чĕлхи пекех, индоевропа чĕлхисем çемиинче хăйне майлă вырăн йышăнать: унпа калаçакансен йышĕ те сапаланса пурăнать. 1989 çулта Раççейре 152 939 цыган шутланнă. Чĕлхе тĕпчевçисем чикан чĕлхине çĕнĕ инди чĕлхисен ушкăнне кĕртеççĕ.

Алтай чĕлхисен çемйи пысăк, вăл тĕрĕк, монгол, тунгус-маньчжур чĕлхисен ушкăнĕсене пĕрлештерет.

Тĕрĕк чĕлхисенчен нумайăшĕ пĕр-пĕрне çывăх. Тĕрĕкле калаçакансен йышĕ, 1989 çулхи перепись тăрăх, çакăн пек: тутар — 5 522 096, чăваш — 1 773 645, пушкăрт — 1 345 273, якут — 380 242, карачай-балкар — 228 673, кумык — 277 163, тува — 206 160, хакас — 78 500, нухай — 73703, алтай — 69 409 т.ыт.те. Асăннă халăхсен кашнинех çырулăхĕ пур, вĕсене пурне те вырăс графики çинче никĕсленĕ.

Монгол чĕлхисем Раççейре иккĕ: бурят (417 425) тата калмăк (165 821) чĕлхисем.

Тунгус-маньчжур чĕлхисен йышне нанай (11 883), эвенк (29 901), эвен (17 055), негидаль (587), ульч (3 173), удэгэ (1 902), ороч (883), орок (179) чĕлхисем кĕреççĕ. Асăннă халăхсем Инçет Хĕвелтухăçĕнче тата Хĕвелтухăç Çĕпĕрте пурăнаççĕ. Негидаль, ульч, орок, удэгэ, ороч халăхĕcен çырулăхĕ çук. Тунгус-маньчжур чĕлхисене хăш-пĕр тĕпчевçĕсем тĕрĕк тата монгол чĕлхисемпе пĕрле алтай чĕлхисен йышне кĕртеççĕ.

Раççейри ибери-кавказ чĕлхисен çемйи йышлă. Ку ушкăна чечен (898 999), абазин (32 983), адыг (122 908), кабардин (386 055), авар (544 016), лезгин (257 270), даргин (353 348), черкес (50 764), лак (106 245), табасаран (93 583), ингуш (215 068) чĕлхисем кĕреççĕ. Пурте вĕсем çыруллă литература чĕлхисем шутланаççĕ. Ибери-кавказ чĕлхисенчен чылайăшĕ — Дагестан Республикинче (30 чĕлхе таран): агуль (17728), рутуль (19503), арчи, анди, ботлик т.ыт. Ку чĕлхесемпе усă куракансенчен чылайăшĕ темиçе çĕр çын кăна шутланать.

Финн-угр чĕлхисем: мордва (1 072 939), çармăс (643 698), коми (336 309), коми-пермяк (147 269), удмурт (714 833), манси (8 279), карел (124 921), хант (22 283). Вĕсем пурте çыруллă чĕлхесем. Финн-угр чĕлхисен ушкăнне кĕрекен вепс (12 142), ижор (449), лив (64) чĕлхисен çырулăх çук.

Самоед чĕлхисен шутне ненец (34 190), селькуп (3 564), нганасан (1 262) чĕлхисем кĕреççĕ. Ку чĕлхесемпе калаçакан халăхсем Ненец, Ямал-Ненец тата Таймыр наци округĕсенче пурăнаççĕ. Асăннă халăхсенчен ненецсемпе селькупсен çеç çырулăхĕ пур.

Палеоази (авалхи Ази) чĕлхисем Çĕпĕрте тата Инçет Хĕвелтухăçĕнче сарăлнă. Ку ушкăна чукча (15 107), коряк (8 942), ительмен (2 429), эскимос (1 704), нивх (4 631), кет (1 084), юкагир (1 112), алеут (644) чĕлхисем тăваççĕ. Тĕпчевçĕсем асăннă чĕлхесене пулăвĕпе тытăмне шута илсе виçĕ пĕчĕк ушкăна уйăраççĕ.

Раççейри чĕлхесен йышĕ маларах асăнса тухнинчен чылай пысăк. Ăна 1989 çулхи перепись материалĕсем лайăх çиреплетсе параççĕ: эрменсем (532 390), азербайджансем (335 889), казахсем (635 865), литва (70 427), молдавансем (172 671), нимĕçсем (842 295), поляксем (24 594) т.ыт. йышлă пурăнаççĕ.




#Article 478: Рамстедт Густав Ион (155 words)


Рамстедт Густав Ион (финн. Gustaf John Ramstedt), — паллă финн чĕлхеçи, алтай чĕлхе верентĕвĕн никĕсне хываканĕсенчен пĕри. 1873 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Таммисаринче çуралнă. 1950 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Хельсинки хулинче вилнĕ. 

Нумай çул хушши (1917-1941) Хельсинки университетĕнче профессорта ĕçленĕ. 1930 çулччен дипломати ĕçĕнче тăнă. Финлянди Эсперанто Пĕрлĕхĕве хутшăннă. Рамстедт алтай чĕлхе ăслăлăхĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене тĕпченĕ, чăваш чĕлхипе те хытă кăткăсланнă. Чăваш чĕлхине тĕпчесе 1922 çулта «Zur Frage nach der Stellung des Tschuwassischen» ятпа пысăк пĕлтерĕшлĕ статья пичетлесе кăларнă. Унта тĕпчевçĕ чăваш чĕлхин алтай чĕлхисен йышĕнчи вырăнне, чăваш чĕлхинчи ротацизмпа ламбдаизм монгол чĕлхисенчен çавăн пек пулăмсемпе мĕнле шайлашура тăнине, ротацизм ытти тĕрĕк чĕлхисенче зетацизма, ламбдаизм сигматизма куçнине çирĕп фактсем çине таянса çырса кăтартнă. Чăваш сăмахĕсен сасă тытăмĕнче сĕм авалхи тĕрĕк-монгол чĕлхисен уйрăмлăхĕсем упранса юлнине палăртнă. Çавăнпа та, ун шухăшĕпе, тĕрĕк-алтай чĕлхисен ăшлăхне чăваш чĕлхине пĕлмесĕр ăнлантарса пама май çук. Рамстедт чăваш чĕлхине чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри тесе шутланă. Çак шухăша халĕ чылай тюрколог йышăннă.




#Article 479: Охатер Томеев (314 words)


Охатер, — XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăвашсен пĕрлĕхпе политика ĕçлевçи, юрăç. Хальхи Чăваш Енри Шупашкар районне кĕрекен Питтукассинче, ХVII ĕмĕр вĕçĕнче, Томей ятлă паллă пик ямахатĕнче çуралнă.

Томей мăнаçлă, хăйĕн тивĕçне лайăх пĕлекен пик пулнă, вырăс колонизаторĕсене пуççапма юратман, чылай чухне хирĕç те тăнă. Çавăнпа ăна хăйĕн йăхĕн пурлăхĕнчен, çĕрĕ-шывĕнчен уйăрма тăрăшнă. Ывăлĕ вара, Охатер, ӳссе çитсен хăй йăхĕн ячĕ-шывĕшĕн кĕрешме тытăнать.

Патша салтакĕсем ăна темле тертлентерсен те çĕнтереймен. Вăл хăй тĕрĕссине ĕнентерме пултарнă. Ăна юлашкинчен çапах та йĕрлеме пăрахнă. Анчах Охатер кĕрешме пăрахман. Унăн тăван халăхне хӳтĕлемелле. Çав çулсенче тата шăп та лăп чăвашсене питĕ тискеррĕн пусмăрласа, хăратса та хĕсĕрлесе тĕне кĕртме тăрăшаççĕ.

Охатер вара çак ирсĕрлĕхе хирĕç хаяр кĕрешĕве çĕкленет. 1744 çулта вăл таврари хăй майлă чăвашсене пуçтарать те вăйпут ларакан Шупашкар хулине çĕмĕрсе кĕрет. 

Пăлхавçă чăвашсем Архангельски чиркĕве тытса илеççĕ те хăйсен çĕнтерĕвĕ çинчен пĕлтерес тесе, пĕтĕм тĕнче илтмелле чан сапаççĕ... Колонизаторсем чĕтрене ереççĕ. Охатар таврара хуçа пулса тăрать. Нарăс уйăхĕнче Шупашкар уесĕнчи чăвашсем хăйсен курултайне ирттереççĕ. Курултая пурĕ 88 делегат пуçтарăннă. Вĕсем вăйпа тĕне кĕртнине хирĕç мĕнле кĕрешмеллине сӳтсе яваççĕ. Вара, резолюцисем йышăнса, Охатерпе тепĕр икĕ çьшна Кĕтерне патша майри ячĕпе хăйсене хĕсĕрлекенсем çинчен çыру çырса пама суйлаççĕ. Çавăн пек çыру вĕсем Питĕре янă. Охатер вара кунпа çеç çырлахмасть. Вăл курултай суйланă çынсемпе пĕрле (Санка Савадеров тата Михаил Иерендеев) Мускава тухса кайма хатĕрленет. Çырăвĕ хатĕр. Ăна делегатсем хăйсен тăмхисене ӳкерсе çирĕплетеççĕ. Тамха — алă пусни те, пичет пусни те. Мускава Охатер хăй пĕччен тухса каять. Çырса хатĕрленĕ хута Сăваплă Синодăн Мускаври кантурне парать. Çав çырура чăвашсене ирĕксĕрлесе тĕне кĕртмешкĕн чарăнма тата хĕсĕрлекенсен тискер ĕçĕсене пăхса тухма виçĕ çынран комисси тума ыйтаççĕ.

Патша правительствишĕн Охатер ертсе пыракан кĕрешӳ питĕ хăрушă пулнă. Вăл вара Охатере тытса Мускава илсе килмелли çинчен указ кăларать. Анчах Охатере тытаймаççĕ. Унăн малаллахи шăпи пирки нимĕнле чăнлавсем те упранса юлман.

Охатерĕн юррисене 1955 çулта Чăваш Енĕн Шупашкар районĕнчи Питукасси ялĕнче, 86 çулхи С.П. Самойлов (Сеттер-мучи) ват çынран çырса илнĕ.




#Article 480: Пушкăртсем (433 words)


Пушкăртсем, — чылайрах енĕпе Пушкăрт Республикинче пурăнакан тĕрĕк халăхĕ. Пушкăрт чĕлхипе калаçаççĕ.

Пушкăрт Респуликисĕр пуçсăр тата Челябинск, Оренбург, Курган, Свердловск, Самар тата Саратăв облаçĕсенче, Пермь Енĕнче пурăнаççĕ.

Малтан пушкăртсем выльăх тытнă, кĕтӳпе çӳренĕ. Çавăн пекех сунара çӳренĕ, пирпе кавирсем тĕртнĕ, тир тунă. XVII-XIX ĕмĕрсенче пушкăртсем куçса çӳреме пăрахнă, çĕр ĕçĕпе пурăнма пуçланă.

Пушкăрт халăхен этногенезĕ çав тери кăткăс. Кăнтăр Урал тата çум çеçенхирсем, ăçта халах чăмăртанса тĕрекленнĕ, авалах тĕрлĕ чĕлхе-этеплĕхсен хастар хутшăну вырăнĕ шутланнă. 

Пирĕн эрăчччен 1 пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче Пушкăртăн кăнтăр çĕрĕсенче иран чĕлхиллĕ выльăх-чĕрлĕх усракан сарматсем, çурçĕр енче — анань культурин çĕр ĕçлекен тата сунара çӳрекен финн-укăр йăхĕсем пурăннă.

Пушкăрт çĕрĕсенче авалхи тапхăрăн йĕрĕсем чылай: Кап чул хăвăлĕ, Бишаул-Ункăр хули…

Пирĕн эрăччен 1 пинçуллăхра Кăнтăр Урала тĕрĕк чĕлхиллĕ куçса çӳрекен йăхсем çитеççĕ, I пинçуллăх тĕлне вĕсем çакăнти пĕтĕм çĕрсене йышăнаççĕ. Вырăнти хăш йăхĕсене хăваласа ярса, теприсемпе хутăшса, тĕрĕк йăхĕсем пушкăрт халăхĕн чĕлхи, этеплĕхĕ тата сăнĕ-пичĕн аталанăвĕнче пысăк ӳсĕм хăвараççĕ.

VI ĕмĕрĕн варринче Кантăр Урал — пушкăртсен ареалĕ — Тĕрĕк хаканлăхĕнче пулнă.

Урал çине авалхи пушкăрт йăхĕсем, çул çӳревçĕсен çырăвĕсене вуласан, IX ĕмĕрте килсе тухнă.

IX-X ĕмĕрсем тĕлнелле пушкăртсем çинчен çырнисем тĕл пулаççĕ. 840 çул тĕлне пушкăртсен çĕрĕсене арап çулçӳревçи Саллам ат-Тарджуман пушкăртсем пурăннă ареалне кăтартнă. Тепĕр арап çыравçи — ал-Масуди (956 çулта çĕре кĕрет), Арал тинĕсĕ çумĕнчи вăрçăсенче пушкăртсем пулнине палăртать. Пушкăрт йăхĕсем кăнтăр Уралăн вырăнти халăхĕ пулнине урăх авторсем те çыраççĕ. Ибн-Руст (903 ç.) çырнипе, пушкăртсем — «Урал ту хырçин икĕ енĕпе, Чулман Атăлпа, Тобол тата Яикăн çӳлти юхăмĕсен айлăмĕсенче пурăнакан хăй тăрăмлă халăх».

Пушкăртсем пирки тĕп-тĕрĕс хыпарсем Ахмед ибн-Фадлан кĕнекинче пичетленсе тухнă. Вăл 922 çулта Багдад халифĕн элчисемпе Атăлçи Пăлхара çитсе курать. Вăл çырнипе çак хастар тĕрĕк халăхĕ çутçанталăкăн тĕрлĕ тĕслĕ хăвачĕсене, кайăксене чысласа пурăнать. Çав вăхăтрах, тĕпчевçĕ кăтартнипе, пушкăрт тепĕр йăхĕсем Танкăр турăпа пантеона кĕрекен вуникĕ чун-чĕмлĕ турăсене этепленĕ.

Çак саманта, ахăртнех, халăхăн тĕшши чăмăртанать. Пушкăрт этносĕн шăранăвĕнче огуз-печенег йăхĕсем, Атăл – Чулман Атăл пăлхарĕсем, каярахпа — кăпчаксем (XI-XIII ĕмĕрсем) хутшăннă.

Чингисхан тапăниччен пушкăртсене венгр миссионерĕ монах - доминикан Юлиан вĕсен чĕлхи венгăрсен евĕр тесе асăнать.

Ылтăн Урта тапхăрĕнче пушкăрт нумай ăрачĕсем, казахсем Нохай Уртине кĕнĕ.

Ылтăн Урта арканса кайсан хальхи Пушкăрт республикин территорийĕ Хусан, Нохай тата Çĕпĕр ханлăхĕсен айне пулать. 

Мускав патшалăхĕпе пĕрлешĕнсе (1552-57), пушкăрт йăхĕсене халăх пĕрлĕхне чăмăртанма пулăшать.

Пушкăртсем Вырăс патшалăхне кĕни пĕр самантра пулса иртмен. Чи малтан (1554 çулхи хĕлле) вырăс пăхăнăвне унччен Хусан ханлăхĕнчи анăç тата çурçĕр-анăç пушкăрчĕсем куçаççĕ. Вĕсем хыççăн (1554—1557 çç.) Нухай Уртине кĕнĕ пушкăрт çĕрĕсен варринче, кăнтăрта тата кăнтăр-тухăçра пурăнакан йăхсем те Мускав çумне куçаççĕ. Çĕпĕр ханлăхĕ аркансан, XVI ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче Урал леш енчи пушкăртсем те вырăс кнеçлĕхне кĕреççĕ.

Чылай пушкăрт халăхĕ —мăсăльман-суннитсем, çаплах православи йĕркипе пурăнакансем те пур.




#Article 481: ЯТБ-3 (110 words)


ЯТБ-3, — Ярославльти завод кăларнă икĕ хутлă троллейбус. Мускавра 1939-1948 çулсенче усă курнă.

Контакт сечĕн çӳллĕшĕ тата тӳнсе каясран хăраса троллейбус çӳллĕшне 4,7 метр кăна тунă. Пĕрремĕш хутан çӳллĕшĕ — 1795 мм, иккĕмĕшĕн — 1770 мм (танлаштарăр, пĕр хутлă ахаль ЯТБ-1 троллейбусăн çӳллĕшĕ 1915 мм). Троллейбус тăршшĕ — 9,4 метр. Пĕрремĕш хутра 40 лармалли вырăн, иккĕмĕшĕнче — 32 пулнă. Пурĕ троллейбус 100 çына илсе çӳреме пултарнă. Пĕтĕмĕшле йывăрăшĕ 10740 кг., чи пысăк хăвăртлăхĕ — 55 км/сех пулнă.

Юлашки троллейбуссене 1940-мĕш çулсен вĕçĕччен усă курнă. Çĕннисене пĕр хутлă тума пуçланă, вĕсене тăрса çӳрекенсене ытларах вырнаçтарма тăрăшнă.

СССРта пурăнакансене ку троллейбус «Подкидыш» кинолентăра асра юлнă. Ăна унта пĕр эпизодра курма май пур.




#Article 482: Юхма Мишши (175 words)


Юхма Мишши (çуралнă чухнехи ят - Ильин Михаил Николаевич, 1936 çул, акн 10-мĕшĕ, Сăкăт ялĕ, Патăръел районĕ, Чăваш Ен çур.) — чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ,  Чăваш Республикин халăх çыравçи (1993).

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн председателĕ. СССР ÇП пайташĕ (1964), Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Тутарстанăн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Мари Элĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Удмурт Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Пĕрлĕшӳллĕ Нацисен Организацин премипе ылтăн медальне (1986) тивĕç пулнă. Ăна Тĕнчери литературăн  К. Симонов, В. Пикуль, А. Фадеев ячĕллĕ, эрменсен Паруйр, азербайджансен Самед Варгун ячĕллĕ парнине, нимĕçсен «Çĕнĕ йĕркелĕх» парнине, турккăсен «Тĕрĕк тĕнчишĕн тунă пысăк ĕçсемшĕн» хисеп парнине тивĕçтернĕ.    

Патăрьелĕнчи вăтам шкултан, Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Шкулта ачасене вĕрентнĕ, пĕр хушă Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Чăвашсен пĕрлĕхпе культура центрне тата Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать. И. Я. Яковлев ячĕллĕ Пĕрлĕхпе 77 Комитетне никĕсленĕ.

Çыравçăн кĕнекисене 114 чĕлхене куçарса пичетленĕ.

Халĕ Юхма Мишши шкулсем валли чĕлхе пособине хатĕрлет. 

Халиччен унăн икçĕре яхăн кĕнеке тухнă. Паллăраххисем:

Юлашки çулсенче çыравçă «Хуркайăк çулĕ» ятлă историллĕ романсен ярăмпа ĕçлет. Вăл ярăмра халĕ тухнă:




#Article 483: Пăлакасси (1175 words)


Пăлакасси (халăхра, кулленхи калаçусенче, ытларах чухне Плаккасси теççĕ; ку формăна хăшпĕр хыпар-хăнарлăхсенче те  шута илнĕ; , ) — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ялта клуб, фельдшер-акушер пункчĕ (ФАП), райпо лавкки  пур, — ку объектсене пурне те юнашарти Кословккăпа пайлать темелле, — Пăлакассин  официаллăн çирĕплетнĕ территорийĕнчех вырнаçнă пулин те.

Икĕ ял çав тери тачă çыхăннине кура,  массăллă информаци хатĕрĕсенче те, официаллă хутсенче те, çавăн пекех йăла-йĕркере те,  час-часах Козловка-Пăлакасси тесе асăнни пулать.  Çавах та вĕсем уйрăм ялсем. Калăпăр, кашни ялта пĕрле усă курмалли пĕрер çыхăну вырăнĕ (телефон) вырнаçтарас кампани вăхăтĕнче çавна унта та, кунта та тунă. Кослаккăри — Мир урамĕнче (Лешкас), Пăлакассинчи — Канаш урамĕнче (Эрĕм касси).

Пăла шывĕн сылтăм хĕрринче, унăн кивĕ юхлăхĕн (Кивĕ Пăла теççĕ) тăршшĕпе, вырнаçнă. Хăçан, хăш вăхăтра Пăла уннченхи кивĕ çулне улăштарса çĕнĕ юхлăхпа кайни паллă мар. Кивĕ юхлăх тĕппипех типсе ларман, мĕншĕн тесен унта Хăмăшлă Вар текен çырма юхса кĕрет. Унта-кунта ĕлекхи пĕчĕк кÿлĕсен вырăнĕсем те палăраççĕ. Çавсенчен пĕринче, Ăвăслăх текенскерĕнче (Çĕнĕ Ахпÿрт çĕрĕ шутланать),  паянхи кун та çулталăкĕпех шыв пур. Çавăн пекех ку тĕлти тепĕр кÿлле асăнни пур — Янтукан кÿлли. Тен, Ăвăслăх та, Янтукан кÿлли те пĕр объектах пулĕ, анчах та юлашкинчен асăнни пирки çуркунне çеç шыв тăрать тенĕ.

Пĕр шутласан, Пăлакасси сăмахăн пулăвĕ питĕ ансат пек: Пăла+Кас+И=Пăлакасси. Урăхла каласан, Пăла шывĕн ячĕ тĕпре тăрать теме пулать. Анчах та   Плаккасси форма та  пур, — паянхи кун та, историлле çăлкуçсенче те. Çавна шута илмелле.  Ахăртнех, ку чăнах та  ахальтен мар-тăр. Тĕрĕк чĕлхисенче, — ку шутра чăваш чĕлхинче те, — пулак (булак, болак т.ыт.те) сăмах пур. Вăл çăлкуç тенине пĕлтерет. Хурăнташ чĕлхесенчи çавăн пек пĕр тымартан пыракан  сăмахсене когнатсем теççĕ. Фасмер сăмахсарĕнче каланине шута илсен, пулак тени алтай чĕлхисен шайĕнчи когнат пулни курăнать (унашкал япала тĕрĕк чĕлхисенче çеç мар,  монгол, калмăк чĕлхисенче те пур).

Вырăсла ят та, авă, Булаево, Бульское, Булино мар. Чăннипе — Булаково. Тутарла — Болак.  Çапла вара, ял ятне çăлкуç пĕлтерĕшлĕ пулак (плак) сăмахпа çыхăнтарма  май пур.
М.Р.Федотов профессор каланинчен:

Чăн та, ку сăмахĕ чĕлхере (чăваш чĕлхинче) паянчченех лайăх сыхланнă теме çук. Анчах та вăл сăмах чĕлхере чăнахах та пур. Е — пулнă. Калăпăр,  Валем Ахун сăввинче тĕл пулать çавă:

... Паян та эп хирте выртатап —
Тинкеш пулакĕ* умĕнче.
Кĕтÿç юрлать, эп, ак, çыратăп,
Чейник ташлать кăвайт çинче.

Каярахпа, пулак сăмахăн пĕлтерешĕ халăхра тĕксĕмленнине пула, ял ятне  Пăла тенипе çыхăнтарас йăла çирĕпленнĕ, - контаминаци йĕркипе.

Кун çумне тата çакна хушса хумалла. Пăлакасси ялĕнче паянхи кунчченех çĕр айĕнчи шывсем çиелте выртакан тĕлсем пур. Шурлахлăрах, нÿрлĕрех вырăнсем. Шăпах çавăн пек тĕлсенче пулаççĕ те ĕнтĕ çăлкуçсем (пулаксем).

Хальхи вăхăтра ялта тăватă урам шутланса тăрать. Канаш урамĕн халăхри официаллă мар ячĕ — Эрĕм касси.  Унта чи малтан тухса ларакансем Пермь таврашĕнчен каялла куçса килнĕ Пăлакасси çыннисем пулнă тесе шутлаççĕ. Çавна кура ăна Пермь касси тенĕ, — чăвашлатсан Перĕм касси пулса тăнă. Перĕм сăмах Эрĕм сăмахпа контаминациленнине пула Эрĕм касси тени патнелле пырса тухнă.

Тепĕр кас — Аслă Пăла урамĕ ятлă. Сăмахран, 27-мĕш çурт çине çапла çырса хунă. Вырăсла ят — тĕлĕнмелле пулин те, Набережная. Çав вăхăтрах асăннă 27-мĕш çурт çинче ул. Запрудная текен кивĕ табличка  та çакăнса тăрать. (Вăл табличка çинче урамăн асăннă ăнлавпа тÿр килекен  чăвашла ятне палăртман пулнă). Чăн, урамăн пуçламăшĕнче ĕнесене шăвармалăх тунă пĕчĕк пĕве пур.| Ăна халăхра Венькка кÿлли теççĕ. Хăшпĕр карттăсенче анатарх та тепĕр пĕвене палăртаççĕ, анчах та ăна хушăран-хушă çеç тăпра купаласа тăваççĕ, — темиçе çулта теплерен пĕрре. Çавăн пекех ял территорийĕнче палăртакан шыв пухăнмалли вырăнсем те (пĕчĕк кÿлĕсем) яланлăх мар.

Виççĕмĕш урам — Луговая. Табличкăсем çине Чăвашла та çырса хунă: Çаран урамĕ. Асăннă урамăн айккинелле юпленсе каякан турачĕ те пур. Вăл тĕлте — пилĕк çурт. Çав тĕлтен  ятарлă пралукпа (çуран çÿремелли тăкăрлăкпа) Эрĕм кассине тухма пулать. Çавăн пекех икĕ тĕлте  Кив Пăла кассинчен Кив Пăла хĕррине тухмалли пралукcем пуррине те асăнас пулать. 

Çак виçĕ урамра, юлашкин айккинелле  йӳпленкен турачĕсĕр пуçне,  ятарлă проектпа тутарнă чул сарнă хытă çул пур. Кунсăр пуçне ялăн хĕвеланăç чиккипе тахçантанпах ĕнтĕ Патăрьел-Елчĕк автотрассăран Çĕнĕ Ахпÿрт еннелле йÿпленекен çул пырать. Çав тĕлтех кăнтăралла, халĕ ĕнтĕ юхăннă пĕве патнелле тата Пăлакассипе Кословккăн масарĕ еннелле,  каякан хупмак çул та пур. Çапла вара унта çулсен хĕресленĕвĕ йĕркеленнĕ. Асăннă хĕресленÿ тĕлĕнче автобус чарăнăвĕсем те пур. Çав чарăнусен ячĕ — Çĕнĕ Ахпÿрт пăрăнăçĕ.  

  

Ĕлеххи тата хальтерехри чи анлă сарăлнă хушаматсем: Сурков(а), Баскаков (а), Осипов(а), Мазяков(а) Комаров(а), Хитров(а), Козлов(а), Кудрявцев(а), Волков(а), Журавлёв(а)

Унччен Юрма агрохолдингăн пулнă сысна комплексĕ ялăн тĕп пайĕнчен 1,5 çухрăмра вырнаçнă. Вăл Пăлакассин уйрăм пайĕ шутланать (Николаев космонавт урамĕ, 1-мĕш çурт).
Сысна комплексĕн çурчĕ-хуралтисен ушкăнĕ — Николаев космонавт урамĕнчи пĕртен-пĕр объект мар. Анчах та ыттисем (халлĕхе унта икĕ çурт) — ялăн тĕп пайĕнче.

Хальхи вăхăтра ку йĕркелĕм Ак Барс агрохолдингăн Авангард ОООн Батыревский бекон ятлă филиалĕ шутланать. Урăхла каласан, хуçи (бенефициарĕ)  унăн улшăннă.

Ку Патăрьел районĕнчи чи çĕнĕ ялсен шутне кĕрет. Кунта 1870-1880-мĕш çулсенче Çĕнĕ Ахпӳрт ялĕнчен куçнă Çыннсем никĕсленнĕ тесе шутлаççĕ. 1887-мĕш çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Чĕмпĕрти кĕпĕрне палăрăмĕ Пăлакассине Çĕнĕ Ахпÿртрен куçнисене уйрăм пĕрлĕхе уйăрма йышăну тунă. Кун пек информаци Çĕнĕ Ахпÿрт çынни К.Е.Лекарев çырнă Тăван ялăм, савнă ял кĕнекере те пур. Ялĕ унта, чăннипе, маларах та пулма пултарнă.   1868-мĕш çулхи астăвăм кĕнекинче ку яла асăнман. 1911-мĕш çулхи кашни кил çырăвĕпе килĕшӳллĕн кунта 26 кил, вĕсенче 82 арçынпа 69 хĕрарăм пурăннă.

Ак çаканашкал уçăмсăр пĕлтерĕшлĕ тĕлĕнмелле юрă сыхланса юлнă:

 Çĕнĕ Ахпӳрт çытăхнă,
    Вăтаел лачакара.
    Пăлакасси пул пуççи,
    Пул пуççине йытти çиет,
    Йытти пуçне хăй çиет.

Нумаях та пулмасть-ха Пăлакасси  чылай урăхларах сăн-сăпатлă пулнă. Çавăн пирки каласа парасшăн. Анчах камран илтни пирки ятарласа палăртнисем пулмасса та пултарĕç. Мĕншĕн тесен чылайăшне астăвакансем çав тери нумайăн-ха. 

Чултан тунă лаша витипе кÿлмелли хатĕрсем усрамалли сарай халĕ те пур-ха. Чăн та, вĕсене паянхи кун пачах та урăх тĕллевсемпе усă кураççĕ. Кăшт маларах çав тĕлеллех йывăçран тунă лаша вити те (тĕрĕсрех, иккĕ те)  пулнă. Унпа юнашар — конюх пÿрчĕ. Çав пÿрт чăннипе талăкĕпех уçă пулнă, — эппин, вăл хăйне майлă хурал пÿрчĕ. Ку вырăнтах пушар чухне усă курмалли хатĕр-хĕтĕр упраннă. Сăмахран, лашапа кÿлмелли урапа çинчи ал вăйĕпе ĕçлекен нассус. Çав нассусран юлнă уни-кунисем темиçе çул каялла кăна-ха фелдьдшер-акушер пункчĕ таврашĕнче выртса çÿретчĕç.

Пăлакасси тата Кословккă хушшинчи çеремлĕхре кĕске  тапхăрта пĕчĕкке ипподром та пулнă. Ун умĕнхи вăхăтра, кăшт маларах — футбол тата волейбол лаптăкĕсем. Çывăхрах вырнаçнă клуба, халь пачах урăх тĕлтескере, çав лаптăксен хуçи пулнă теме май пур. Ку вырăнта вăй-хал вăййисене вылясах ĕнтĕ Кословккăри И.Ф.Хитров, А.Н.Долгов тата Е.Н.Долгов район шайĕнчи паллă волейболистсем пулса тăнă.

Хальхи лавкка тата клуб тĕлнелле 1960-мĕш çулсенче тата, тен,  ун хыççăн темиçе çул кантăр усрамалли вырăн пулнă. Çавна май унта йывăç тата тимĕр тылăсем те усраннă. Уçă тÿпе айĕнчех. Вăхăт çитсен ял хĕрарăмĕсем кантăра тылласа сÿс тунă. Тахăш çулхине упранакан кантăра тем сăлтавпа вут хыпса илнĕ, пушар тухнă. Çавăнтанпа вара кантăр ÿстерсе сÿс тăвассине те колхозра тек туса пыман.

Пирĕн мухтавлă, Ленин орденлă «Гвардеец» колхоза /Патăрьел районĕ/ илсе килнĕ пулмалла ăна. Манăн тăван Пăлакасси ялĕ çумĕпе иртсе каймалла Николаевпа хăнасен. Шкул ачисене чечексемпе аслă çул хĕрне тăратса тухнă. Пĕр арçын /вăл колхозри партком секретарĕ пулнине эпĕ ун чухне, паллах, пĕлмен/: «Эсĕ, ачи, кай-ха кунтан», - тесе мана яла хăваласа ячĕ. Пÿрт умĕнчи тусан çинче выляса вараланнăскер тата çĕтĕкрех çипуçлă шĕпĕн /чухăн пурăнаттăмăр çав/ хаклă хăнасен куçĕ умне курăнса мухтавлă пуян хуçалăхăн ятне яма пултарасран асăрханнă пулĕ-тĕр ĕнтĕ. Эпĕ куççуле çанă вĕçĕпе шăлса килелле танккарăм 




#Article 484: Коми чĕлхи (261 words)


Ко́ми чĕлхи () — коми-зырянсемпе халăхĕсен чĕлхи. Коми Республикипе Пермь Енĕнче, кăштах Киров облаçĕн çурçĕр-тухăçĕнче, Коль çурутравĕнче тата Çĕпĕрĕн тĕрлĕ çĕрĕсенче саралнă. Калаçакансен йышĕ 311,6 пин çын (2002, халах çыравĕ).

Чĕлхере пурĕпе 10 диалект шутланать. Литература чĕлхине Сыктывкарçум диалекчĕпе никĕсленĕ. 

Коми — икĕ пермь чĕлхисенчен (урал çемьин финн-укăр турачĕ) пĕри. Виçĕ пысăк пуплеве уйăраççĕ, кашнин хăйĕн литература стандарчĕ:

Вырăс чĕлхи (литература чĕлхипе те, çаплах çурçĕр вырăс пуплевĕ ăшне путса пĕтсе пырать).

Пĕрлĕ коми-чĕлхе, В.И. Лыткин шухăшĕпе, IX—XI ĕмĕрсенче икĕ çĕрçуллăх хушши пулнă. Кайран, коми йăхĕсем миграци пулăмĕпе çурçĕре куçса кайса, авалхи коми тĕрлĕ çĕрсене саралса вырнаçнă, XIV—XV ĕмĕрсенче чĕлхе коми-зырян тата коми-пермяк чĕлхисене уйрăлса каять. Коми-язьви пуплевĕ каярах, тухăс пермяксем куçса килнĕ вырăс çыннисемпе хутăшсан, пулса каять.

Никĕс сăмахĕсен таблици финн-укăр урăх чĕлхисемпе пĕрле.

Вокалĕнче 7 уçă (коми-язьвинче 10) сасă, çав шутра вăтам ретрисем (ы, ӧ).

Консонантизм]а], удмурт чĕлхинчи пекех, 26 хупă сасă кĕрет.

Пусăмĕ кашни диалектра хăй евĕр.

Тăван удмурт чĕлхинчен хушма ӳкĕмсене (финалис, комитатив тата хăш диалектсенче — компаратив) пула уйрăлса тăрать.

Лексикинче тĕрĕк сĕмĕ, удмурт чĕлхипе танлаштарсан, хавшакрах.

Авал пермь çырулăхне (абур, анбур) Пермь Стефанĕ миссионер XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче хайланă.

XVII—XVIII ĕмĕрсенче ăна вырăс алфавичĕн никĕсĕпе тунă темиçе вариантлă çырулăх ылмаштарнă. 1917 çулчен коми чĕлхин тĕрлĕ диалекчĕпе вĕрентӳ тата чиркӳ литературине кăна пичетленĕ. 1917 çул хыççăн икĕ литература виçи — коми-зырян тата коми-пермяк пĕр пекрех  алфавитлă диалект пулса тăнă. 1920 çултанпа çырăвăн молодцов алфавичĕпе (вырăс графики никĕсĕнчи улăштарнă темиçе графемăллă) тата фонематика системипе уса кураççĕ.

Хальхи алфавита 1938 çулта хута кĕртнĕ, унта пурĕ 35 саспалли:

Саспаллисен хушшинче пĕтĕм 33 вырăс алфавичĕн саспалли тата Ii, Öö ятарлă саспаллисем.




#Article 485: Çемен Элкер (139 words)


 
Çемен Элкер (паспортра Элкер Семён Васильевич, 1915-мĕш çулччен Васильев хушаматпа çӳренĕ), (1892 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Мăн Упакасси ялĕ, Йĕпреç районĕ, Чăваш Ен  — 1966, авăн уйăхĕн 6-мĕшĕ, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, çыравçи. 
 

Ялти пуçламăш шкулĕнчен пĕлӳ пухсан малалла вĕренме май килмен. 1915 çул пуçламăшĕнче ăна патша çарне хĕсмете илнĕ те. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче йывăр аманса тыткăна лекнĕ. 1916 çулта Раççее таврăннă, чылай хушă сипленнĕ. Хусанта вĕрентӳçсене хатĕрлекен курсра вĕреннĕ. Тăван ялĕнче пуçламăш шкулĕнче ĕçленĕ.

Пултаруллă çыравçă халăх ĕçне хастар хутшăннă. Ăна РСФСР Аслă Канашăн депутатне суйланă.

Пĕрремĕш сăвви 1921 çулта пичетленсе тухнă. Ун хыççăн çак кĕнекесем (пурĕ 40 патнелле) тухнă:

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вăл Ленинград патĕнчи çупăçура пуçне хунă Смирнов Иван паттăр çинчен «Вăл вилĕмсĕр» поэмăна çырнă.

Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Ленин орденĕсемпе хисепленĕ. Унăн ятне 1964 çулта Чăваш Енĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхăн Хисеп кĕнекине çырнă.




#Article 486: Юркин Иван Николаевич (115 words)


Юркка Иванĕ (Юркин Иван Николаевич, 1863 çулхи пуш уйăхĕн 4 (16)-мĕшĕ, Тутарстан, Пăва районĕ, Пӳркел сали — 1943 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ, Чĕмпĕр хули) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ тата фольклорисчĕ.

Юркин Иван Николаевич  1863 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче хальхи Тутарстана кĕрекен Пăва районĕнчи Пӳркел салинче çуралнă.

Пуçламăш шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. 1882 çултан пуçласа нумай çул хушши çыруçăра тата укçа-тенкĕпе шутлав ĕçĕнче тăнă. Пурнăçăн юлашки çулĕсенче литература ĕçĕпе пурăннă.

Çыравçă Чĕмпĕр хулинче 1943 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче вилнĕ.

Хăйĕн Асамат кĕперĕ калавне 1886 çулта çырнă. Шӳтсем, Халапсем, Ваттисен сăмахĕсем, Юмахсем. 1889-1890 çулсенче Этем пырĕ тутă та куçĕ выçă тата Мул повеçсем çырнă, анчах ун чухне вĕсене пичетлесе кăларма май килмен.




#Article 487: Тимофеев Григорий Тимофеевич (112 words)


Тимофеев Григорий Тимофеевич (1878 çулхи кăрлач, 21, Тĕрлемес, халĕ Кивĕ Тĕрлемес ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Куславкка районĕ — 1937 çулхи юпа, 17, ГУЛАГ) — чăваш çыравçи.

Ялти шкултан, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнă. 1896 çулта, учитель ятне илнĕ хыççăн, ăна Тутарстанри Элшел ятлă чăваш ялне ачасене вĕрентме янă.

Элшелте ĕçленĕ чухне вăл Пӳркел таврашĕнчи чăваш ялĕсене пĕрмаях кайса çӳренĕ, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсене нумай çырса илнĕ, Тăхăръял ятлă этнографииллĕ очерксемпе халăх сăмахлăхĕн кĕнекине пухса хатĕрленĕ.

Чăваш халăхĕн историшĕн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ Тăхăръял ал çырăвĕ авторне таса ят тавăрнă хыççăн тин, 1972 çулта, кун çути курнă. Иккĕмĕш хут ăна 2002 çулта пичетлесе кăларнă.

Сидорова E.С.//Чуваши в Оренбургском крае.- Ăренпур, 1998.- С. 60. 




#Article 488: Мĕтри Юман (100 words)


Мĕтри Юман (чăн ячĕ Дмитрий Петрович Петров), — чăваш çыравçи, драматургĕ, политика тата пĕрлĕх ĕçлевçи. 1885 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче Тăхăръял тăрăхĕнчи Пӳркел салинче (Тутарстанăн Пăва районĕ) çуралнă. 1939 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче Çĕпĕрте вилнĕ.

Ялти шкулта, Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче (1899-1905) вĕреннĕ, Кăнна Кушки шкулĕнче ĕçленĕ. Социал-революционерсен (эсерсен) партине кĕрсе çĕрпе ирĕклĕхшĕн кĕрешекен хресчен пĕрлĕхне йĕркелеме тытăннă. 1906 çулта ăна шкултан кăларса янă. Тӳре-шара йĕрлесех тăнă пирки унăн ĕç вырăнне пĕрмай улăштарма тивнĕ.

Вăл «Чăваш календарĕ», «Ӗмĕрне паллă çул» повеçсене, «Укăлчакасси» тата «Колхоз новеллисем» драмăсене çырнă. 1996 çулта «Суйласа илнисем» кĕнеке тухнă. И. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле «Ял» чăваш кинолентти валли сценари çырнă.




#Article 489: Афанасьев Фёдор Ермилович (150 words)


Хветĕр Уяр (паспортра: Афанасьев Федор Ермилович) (1914 çулхи ака пуш уйăхĕн 19-мĕшĕ Сухари Матак ялĕ, Исаклă районĕ, Самар облаçĕ — 2000 çул, утă уйăхĕн 9-мĕшĕ, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи.

СССР ÇП пайташĕ (1953 çул). Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1984), Чăваш халăх çыравçи (1990)

Самарта икĕ сыпăклă чăваш шкулĕнче, Хабаровск педтехникумĕнче, Благовещенск пединститутĕнче вĕреннĕ. 1936 çулта Шупашкара куçса килнĕ. Шкулта ĕçленĕ. Каярахпа радиокомитетра литература енĕпе ĕçленĕ. Кĕнеке палатин директорĕнче тăрăшнă. Капкăн журнал редакцинче, кĕнеке кăларăвĕнче вăй хунă.

Калав, очерк çырма 1930 çулта пуçланă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, фронтри паттăрлăхшăн III степеньлĕ Мухтав орденĕпе медальсемпе хисепленĕ.

Литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн ăна Чăваш Енĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1984), Чăваш халăх çыравçи (1990) хисеплĕ ятсем панă.

Уяр ăста тăлмачă та. Вăл А.П. Чехов, Н.Гарин-Михайловский илемлĕ ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Çыравçă 2000 çулхи утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче вилнĕ.

Вăтăр ытла кĕнеке çырнă. Чи палли , паллах, Шурча таврашĕнчи роман. Ытти кĕнекисем:

вырăсла: 




#Article 490: Çĕнĕ Ахпӳрт (Патăрьел районĕ) (133 words)


Урăх пĕлтерĕшĕсене Çĕнĕ Ахпӳрт (пĕлтерĕшĕсем) статьяра вулăр.

Çĕнĕ Ахпӳрт(), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Пăла шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. 

Ку тĕлте Пăлана Çăкал тата Хулаçырми ятлă шывсем юхса кĕреççĕ.  Ял хирĕнче, хĕвелтухăç еннелле кайсан, авалхи чул юпа пур (ăна карта тытса çавăрса тирпейленĕ).

Ялта вăтам шкул, ял вулавăшĕ, фельдшер-аккушер пункчĕ, культура çурчĕ, Çеçпĕл ача-сачĕ, çыхăну уйрăмĕ вырнаçнă.

Чăн малта Ак Бэрдĕ тени тăрать.  Ак кунта пĕр-пĕр лайăх (позитивлă) сăнара палăртать, чăвашла Хак тенипе танлаштарăр (арабизм: Турă, Чăнлăх, Сиплĕх тата ытти те). Бэрдĕ — стандартлă тĕрĕк чĕлхисенче — пачĕ. Çапла вара иккĕшне пĕрле тусан Турă Пачĕ тенине пĕлтерет. Çынсене çавнашкал ят панă тахçан. Пÿрт тени каярахпа çеç, контаминациленнине кура, сиксе тухнă. 

Çĕнĕ Ахпӳрте XVII ĕмĕр вĕçĕнче Кивĕ Ахпӳрт ялĕнчен уйрăлса тухнисем никĕсленĕ.

Тĕрлĕ çулсенче Çĕнĕ Ахпӳртрен хăйĕнчен Пăлакасси тата Козловка ялĕсем уйрăлса тухнă.




#Article 491: Аслă Петĕр (143 words)


Пётр I Аслă (Пётр Алексеевич Романов) 1672 çулхи çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче (çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче кивĕ вăхăт шучĕпе) çуралнă. 1725 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче (кăрлачăн 28-мĕшĕнче кивĕ вăхăт шучĕпе) вилнĕ. 

Пётр I Раççейĕн чи паллă политикĕ шутланать.

Чиркӳ çыннисене (Иоаким патриарха), хăйсен енне çавăрса, Нарышкин çемйипе вĕсен майлисем Пётра патша вырăнне лартнă, унăн амăшне, Наталья Кирилловнăна, патшалăх ĕçĕсене тытса пыма ирĕк панă. Анчах çакăнпа Иванпа Софья хурăнташĕсем – Милославскисем, - Пётра патшана лартни хăйсене хĕстерни пулать тесе- килĕшмен. Милославскисем вара стрелецсене - Мускавра çав вăхăтра вĕсен шучĕ 20 пинĕ ытла çын пулнă - 1682 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пăлхава çĕкленĕ. Стрелецсем патшалăхăн çак пăтрашуллă самантĕнче хăйсен ĕçĕсене майлаштарасшăн пирки Милославскисемпе çыхăннă: XVII ĕмĕр вĕçĕнче çĕнĕ полксене хатĕрленĕ май стрелецсен хакĕ чылаях ӳкнĕ, татах та вĕсенчен ирĕклĕх-çăмăллăхсене туртса илнĕ: стрелецсем çине ясак хунă, час-часах вĕсене шалу кая юлса пама пуçланă, вĕсен хушшисенче пурлăх енĕпе танмарлăхсем сарăлнă.




#Article 492: Чăнлă районĕ (106 words)


Чăнлă районĕ () — Чĕмпĕр облаçĕн çурçĕрĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Администраци центрĕ — Аслă Накаткин сали.

Чĕмпĕр хулинчен ра, çурçĕр-тухăç еннелле сарăлса выртать.  

Районта 30.1 пин пурăнать, вĕсенчен: чăвашсем — 58 %, вырăссем — 27 %, тутарсем — 13 %.

Район шутне 56 ял тата Чăнлă хула евĕр паçулкă кĕрет.

Чăнлă районне 1933 çулта йĕркелесе тунă.

XVIII–XIX ĕмĕрсенче Чăнлă район çĕрĕн Пухтел (вырăсла: ) салипе Кивĕ Улхаш витĕр Пăва çинелле Хусан почтă тракчĕ каçнă, вăл ун чухне Пенза почтă тракчĕн этапĕ шутланнă.

Çĕр айĕнче тарăнах мар вырнаçнă çунакан сланец усранăвĕсем пур: Вăтам Улхаш фосфорит усранăвĕ. Кунта кирпĕчпе цемент тума тăм кăлараççĕ.




#Article 493: Таяпа (авалхи хула) (292 words)


Таяпа хули  — Чăваш Енре, хальхи Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕ патĕнче пулнă чăвашсен (пăлхарсен) авалхи хули.

Археологсем тĕпченипе, хулана X ĕмĕрте никĕсленĕ. Хулана хӳмесем кармашланă пулнă. Таяпа карманĕ вăйлă çирĕплетнĕ вырăн пулнă. Ахăртнех, вăл вăл чылай енчен Тикеш пекрех пулнă пулас.

Таяпа хулине чи малтан 1926-1927 çулсенче П.Н.Третьяков чавса тĕпченĕ. 1948 çулта кунта А.П.Смирнов профессор ĕçленĕ. Вĕсем Таяпа хули X ĕмĕрте пуçланса кайнине çирĕплетсех калаççĕ.

Халăх хушшинче çырса илнĕ хайлавсем тăрăх пăхсассăн, Таяпа карманĕнче Кушламар ятлă пăлхар-чăваш пикĕ пурăннă имĕш. Унăн Элпану ятлă пĕртен-пĕр ытарайми хĕрĕ пулнă. Элпану пике Акташ ятлă чухăн çар çыннине юратнă. Вĕсем виççĕшĕ те вара таçтан килнĕ тăшмансемпе çапăçса пуçĕсене хунă.

Çак халăх каланинче тĕрĕслĕх те пур пулĕ. Пăлхар-чăвашсем X ĕмĕрте никĕсленĕ Таяпа хулине чăнах та тутар-монголсем килсе çĕмĕрнĕ. Кайран вара, XIII ĕмĕрĕн  варринче, Таяпа тепре çĕнелсе аталанать. Ăна ĕлĕкхинчен те ытларах çирĕплетнĕ тесе шутламашкăн та май пур. 
Таяпа карманне çĕнетекенсем питĕ çӳллĕ хӳме çĕкленĕ. Вăл тăваткал пулнă. Ăна иккĕ ĕрет юман пĕренесенчен туса хунă. Юман пĕренисем хушшине çĕр таптаса тултарнă. Карман хӳмин кашни кĕтесĕнче питĕ вăйлă турулсем хуралçăсем пекех тӳпенелле кармашăнса ларнă. Пĕтĕмпе саккăр турул пулнă.

Сыхлав хӳми умне шĕвĕртнĕ пĕренесене тăрăнтарса лартса шĕтĕрнек евĕрлĕ тепĕр хут çирĕп хӳтлев тунă. Ун тулашĕнче çĕр чавса тунă хӳтлев. Тата аяккарах - туп-тулли шыв тултарнă тарăн канав. Ун урлă каçма пĕртен-пĕр çĕкленекен кĕпер. Çапла, Таяпа карманне тăватă хӳтлев инкек-синкекрен тăватă хӳтлев сыхланă.

Хулара кирпĕч çуртсем те пулнă. Карманăн çурçĕр енчи хӳми патĕнче кирпĕчрен тунă виçĕ метр çурă сарлакăш  çурт никĕсне тупнă. Ку вăл пысăк кермен пулнă. Ăна тĕп сакайĕнчен хутса, пăрăхсем тăрăх вĕри шыв ярса ăшăтса тăнă. Çак кермен çумĕнче чылай кĕленче, савăт-сапа ванчăкĕсене тупнă.
Таяпа хулинче пăхăр шăратнă, тимĕрçĕ лаççисем ĕçленĕ. Кунтах пысăк çар тăнă. Археологсем каланă тăрăх, çак кармана тăшмансем XIV ĕмĕрте çунтарса янă, пулас.




#Article 494: Эсмел (169 words)


Эсмел — авалхи пăлхар-чăвашсен хули, Атăлçи Пăлхар патшалăхне кĕнĕ.

Çак хулана пĕррисем Эссекӳл, теприсем — Эскӳл, виççĕмĕшсем — Аспел теççĕ. С.М.Шпилевский хăйĕн Авалхи хуласем... кĕнекинче ăна Эспел (Эсбель) тесе çырать те вăл Атăлçи Пăлхарстанра Пăлхарпа Сăвар хыççăн виççĕмĕш авалхи тата пысăк хула тесе палăртать. Çав кĕнекерех Френ тĕпчевçĕ те Эспел тесех палăртнине пĕлетпĕр. Кури Вантер хăйĕн Чăваш халăх историйĕ кĕнекинче авалхи чăваш хулисем пирки çырнă чухне Аскăл (Эскел) ятлă пысăк хула пулнине калать.
Тен, Шпилевский те, Френ те, Кури Вантер те пĕр хула çинченех калаççĕ пулĕ.
Юхма Мишши шучĕпе, Эскел, Эссекӳл е Эспел тесен калакан йăх ячĕ те Ӗсмел е Эсмел пулма пултарать, 
Чи малтан вăл Атăлăн сулахай енче, Аслă Пăлхарпа Аслă Пӳлер хушшинче ларнă теме пулĕ. Каярахпа вара, тутар-монголсем килсе тапăннă хыççăн, ĕсмелсем Атăл юханшывăн ку енне каçса Энĕшпе Çавал шывĕсен хушшинче вырнаçма пултарнă. Хăйсен кунта никĕсленĕ хулине те вĕсем  хăйсĕн халăхĕн ячĕпех Ӗсмел ят панă. Ку Ӗсмел вăл хальхи Октябрьски ялĕ. Хальхи Октябрьски ялĕ вырăнĕнче ĕлĕк-авал çирĕплетнĕ хула пулнине калакан халăх чăнлавĕсем паян куна çити упранса юлнă.




#Article 495: Илапай (181 words)


Илапай - XIX ĕмĕрти чăваш сăвăçă, юрăçă. Вăл Сарăту кĕпернинче Шурту ялĕнче çуралса ӳснĕ. Анчах Илапайăн шăпи мĕнле вĕçленни пирки паллă çук.

Илапай та хăйĕн пĕтĕм кил-йышĕпех, Туймăрса пекех, турккăсем патне Турцине телей шырама кайнă. Анчах унта телей тупайман, каялла тарса килнĕ. Шурту çыннисем каланă тăрăх, тăван ялĕнче юлман вăл, кунти чăвашсем пурте тĕне кĕнине курса Çĕпĕре куçса кайнă.
Çак юрă чăваш халăхĕ хушшинче питĕ анлă сарăлнă. Ун пирки И. И. Одюков профессор та хăйĕн кĕнекинче çырать: Обманутые посулами о сказочном богатстве и вольности, чувашские переселенцы в Турции испытывали большие лишения и тяготы от эксплуатации и унижений, и разорившись, возвращались на родину. Все это нашло яркое освещение в песне Пока мы не были в Истамбуле, которая выступает как обвинение эмиссарам, сулившим крестьянам райскую жизнь на турецкой земле. Повествование от первого лица, лица-очевидца, построение строф на противопоставлении действительности посулам ясно показывает, что песня исполнялась крестьянами, побывавшими в Турции под Стамбулом и испытавшими жизнь на новых местах, особено за границей, понявшими, что переселение не только не приносит облегчения, но ввергает в еще большие лишения, приводит к полному разорению.

Илапайăн пĕр юрри упранса юлнă:




#Article 496: Урак (патшалăх) (421 words)


Урак — авалхи Сăкăт патшалăхне никĕсленĕ легендарлă патша.

Сăкăт патшалăхне пирĕн эрăччен X-VIII ĕмĕрсенче Вăтам Азире вăй илсе чăмăртанма пуçланă. Хальхи историре ăна Согд, Согда е Согдиана тесе палăртаççĕ. Сăкăт тениех пулать ĕнтĕ. Эта прелестнейшая страна на Божьей земле, богатая деревьями, изобилующая реками, оглашаемая пением птиц, - çырнă Сăкăт Элĕ пирки хăй вăхăтĕнче Аль-Мугдаси. -Весь Согд, словно плащ из зеленой парчи с вышитыми голубыми лентами проточной воды и украшенной белыми замками, домами...
Сăкăт йăхĕсем чăваш этносĕн пĕр пайĕ. Сăкăт йăхĕсем пин-пин çул каялла чăваш йăхĕсемпе юнашар пурăннă, сутă-илӳ тунă, хĕр парса хĕр илнĕ, кӳршĕлĕхе чыслă-тăванлă тытнă. Урак ертсе пынипе вĕсем питĕ вăйлă патшалăх чăмăртанă. Тен, ун чухне вĕсен патшалăхне чăваш йăхĕсем те кĕнĕ пулĕ... Урак патша ăратĕнчи темиçе ят историре упранса юлнă - Саксар, Ярхун, Яркуль, Таркун, Апруй... Сăкăтсен пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерекен аслă та чаплă культура пулнă.
Сăкăтсем çинчен паллă тĕпчевçĕсем мĕн çырнине пăхса тухса Ю. А. Алескеров хăйĕн 1976 çулта Ташкентра пичетленнĕ Самарканд кĕнекинче вĕсене ахальтен мар ĕнтĕ çапла хак парать: Согдийцы пользовались известностью искуссных земледельцев и ремесленников, предприимчивых купцов, талантливых музыкантов и танцоров.
Авалхи чăваш йăхĕсемпе сăкăтсен çыхăнăвĕ çинчен А. А. Трофимов тĕпчевçĕ те хăйĕн Народные женские украшения ĕçĕнче питĕ тĕплĕ çырать. Ку тĕпчев ĕçĕ Бытовая культура чувашей (1985) кĕнекере пичетленнĕ: Согдийское искусство с его стилевыми направлениями, с миром образов, канонами составляют отдельную самостоятельную школу. С ней, по-видимому, и следует связывать один из длительных этапов истории искусства предков чувашей до прихода их на Северный Кавказ и Среднюю Волгу, - çырать А. А. Трофимов. - Об этом свидетельствуют не только сходства, обнаруживаемые в орнаментации костюмов, украшениях, головных уборах, но и само название племени булгар, которые, как стало известно, жили в этих районах. Так, О. И. Смирнова отмечает, что надчекан булгар содержится на многих эфталитских монетах, а также на тюрко-согдийской монете, найденной на Пенджикенском городище.
Малалла А. А. Трофимов çапла çырать: Этот факт еше раз доказывает правомерность постановки вопроса о существовании  тесных и продолжительных контактов предков чувашей с согдийцами, а также с индоиранской культурой. Это же подтверждается и существованием топонимов на территории современной Чувашии и Татарии (Сăкăт, Хурасан, Муркаш, Марка, Бахтиар, Арапуç, Курпаши, Супар и многие другие), идентичных с названиями населенных пунктов, рек, отдельных царств, некогда процветавших в пределах Северного Ирана, юга Средней Азии (Согдиана — Согд — Сугд, Маргиана — Муру — Маргус, Бактриана — Бактрис — Бахгди, Хорасан — Корассан, Ариана, Ара, Кур, Кура и другие). Некоторые из этих названий встречаются и на Кавказе. Представляет интерес и тот факт, что в Хорасане существовало озеро Суваров...
Çавăнпа та Сăкăт патшалăхне никĕслекенĕ легендарлă Урак патша чăвашсен сĕм мăн аслашшĕ пулать темелле.




#Article 497: Оксиарт (132 words)


Оксиарт, — Сăкăт патшалăхĕн çарпуçĕ.

Тухăçри халăхсем Александр Македонски сăкăтсене çĕнтерессине ĕненмеççĕ. Вĕсем епле пулсан та ăна Сăкăт çĕрĕ çине тапăнса кĕме чарасшăн тăрăшнă. Çак тĕллевпех Александр патне амаçынсен пике-патши пыни паллă. Кун çинчен авалхи çыравçăсем Клитарх та, Поликлит та, Онесикрит та, Антиген та, Истр та палăртнă. Плутарх та Танлаштаруллă çырса кăтартни çакна асăнать. амаçынсен пике-патши македонецсемпе сăкăтсен вăрçине чарасшăн пулнă. Анчах та Александр Спитаман вилнине пĕлсе килĕшӳ тума ирĕк памасть.

Çак хушăра вара сăкăтсен тепĕр çарпуçĕ палăрать — Оксиарт. Спитаман пуç хунă хыççан сăкăтсен йăхĕсене тăшмана хирĕç çĕклет.
Ку хушăра Александр хăй те сăкăтсене, перссене парăнтарнă пекех, уçă çапăçура çĕнтерейменнине ăнланма тытăнать. Вăл вара сăкăтсен чаплă çыннисене хăй майлă çавăрас тесе тем тĕрлĕ парнесем пама тытăнать.

Оксиарт та вĕçĕ-хĕрисĕр вăрçă тăван халăхне ним усă кӳменнине ăнланать те Александр Македонскипе килĕшӳ тăвать.




#Article 498: Девон (утрав) (173 words)


Девон, — Канадăн Арктика архипелагĕнчи пысăк утрав. Пысăкăшĕпе Канадăра 6-мĕш вырăн йышăнать, тĕнчипе — 27-мĕш. Лаптăкĕ 55 247 км2. Çын пурăнман утравсенчен чи пысăкки. Тинĕс шайĕнчен питĕ çӳллĕ пулнăран, тата ытла çурçĕрелле вырнаçнă пирки кунта сурăхмăкăрсен пĕчĕк ушкăнĕ, пĕчĕк чĕрчунсемпе вĕсен кайăксем çеç пурăнаççĕ. Вĕсем ытларах енĕпе Трулав айлăмĕнче (Truelove Lowland) пурăнаççĕ — унта кăштах арктика ӳсентăранĕсем пур. Кĕске çу вăхăтĕнче (вăл 40-55 кун тăсăлать) сывлăш температури сайра хут кăна 10°С çӳлерех хăпарать. Хĕлле вара -50°С ытла анать. Утрав çине юр-çумăр сахал çăвать.

Утрав çинче Хотон кратерĕ вырнаçнă. Вăл 39 миллион каялла Çĕр çине 2 км диаметрлă метеорит ӳкнĕ хыççăн пулнă. Ӳкнĕ хыççăн 23 çухрăм сарлакăш кратер пулса юлнă, унта шыв тулнă хыççăн вăл темиçе миллион çул кӳлĕ пек тăнă.

Пĕр хушă кунта çынсем пурăннă. 1924 çулта Дандас Харбор вырăнĕнче Канадăра китсене пĕтерессипе кĕрешес енĕпе правительство программипе килĕшӳллĕн станци уçнă пулнă. 1934 çулта кунта Бафинов Çĕрĕнче инуитсен 53 çемьи куçнă, анчах та кунта ытлашши сивĕ пулнă пирки вĕсем 1936 çулта ку вырăна пăрахса кайнă.

Паянхи кун Девон çинче çуртсен юлашкисем кăна тăрса юлнă.




#Article 499: Николаев Яков Николаевич (192 words)


Николаев Яков Николаевич, (Чучукасси ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ), Раççей империйĕ — Люблин çумĕнчи Холовно сали) — партизан, чăваш .

Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Чучукасси ялĕнче çуралнă. 

Ачалăхра ăна нуша питĕ каснă. Çемйе пысăк пулнă. Ашшĕ вилсен, Яккăва вара куккăшĕ хăйĕн çемйине пурăнма илнĕ.

Шупашкарти III Интернационал ячĕллĕ опытлă-кăтартуллă шкул-коммунинче вĕреннĕ. Сĕнтĕрвăрри вăрман хуçалăх техникумĕнче вĕренсе тухнă, хĕсметре тăнă, педагогика институчĕн литература факультетне вĕренме кĕнĕ. Чăваш АССР Халăх Çутĕç комиссариатĕнче тĕрĕслекен тата сектор пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. 1939 çулта ăна каллех хĕсмете илнĕ. Совет Союзĕ Анăç Украинăпа Анăç Беларуç халăхĕсене Совет Украинипе Совет Беларуçĕпе пĕрлештернĕ. Николаева çав вăхăтра Хĕрлĕ Çара чĕннĕ. Ун хыççăн вăл ирĕклех чикĕ хĕрринче хĕсмете юлнă.

...1943 çулхи ака уйăхĕнче Гитлер Францинчен Тухăç фронта темиçе дивизи хăвăрт куçарма шутланă. Польша урлă чукун çулсем тăрăх, Брест тата Коваль çинелле, пĕр хыççăн тепри тăшманăн çар çыннисемпе вăрçă техники тиенĕ эшелонĕсем пынă. Анчах та эшелонсен пĕр пайĕ çул çинче чарăну тунă, мĕншĕн тесен люблин партизанĕсем çурхи çапăçусен тапхăрне уçнă пулнă.

Ака уйахĕн 21-мĕшĕнче нимĕçсем тавăру операцийĕ, Польша çĕрĕнчи 1943 çулхи чи пысăкки, пуçланнă. Людова Çарĕ хучĕсем тăрăх, çак çапăçусенче 6-7 пинĕ салтак, 20 самолёт тата темиçе артдивизион хутшăннă.

 




#Article 500: Перĕм (147 words)


Пермь, — Раççейри хула, Пермь Енĕн тĕп хули, Чулман Атăл юханшыв çинчи порчĕ. Хулари халăх йышĕ 2005 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕн тĕлне 989 пин çын шутланă.

Паян кунхи Пермь вырăнĕнче çынсем тахçанах пурăннă. Хулара 130 ытла тĕрлĕ археологи палăкĕсем (чуллă ĕмĕрсенчен пуçласа вăтам ĕмĕрсене çитиччен) пур.

XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Уралта çĕр айĕнчи пурлăхсене кăларас ĕçсем аталанса пынă. 1720 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче Пётр I хушнипе артиллерин капитан-поручикĕ Василий Никитич Татищев, Урал тăрăхри патшалăх завочĕсене тытса тăраканĕ, Çĕпĕр кĕпернине пăхăр тата кĕмĕл шăратса кăларакан заводсене туса лартма кайнă. Татищев пăхăр шăратса кăларакан завочĕн вырăнне Егошиха ялĕ çывăхĕнче суйласа илнĕ (ял ячĕллĕ юханшыв Чулман Атăла юхса кĕнĕ çĕртре). Кунта пăхăр тăпри нумай пулнă, çавăнпа та шăратнă пăхăра илсе тухма ансат меллĕ пулнă.

Пермь хулин çуралнă кунĕ вырăнĕнче Егошихăра (Ягошихино) пăхăр шăратакан завода тума пуçланине шутлаççĕ, вăл 1723 çулхи çу уйăхĕн 4-мĕшне килет. Завода никĕсленĕ чухне Н. В. Татищев те пулнă.




#Article 501: Чайковски (106 words)


Чайковски, — Пермь Енĕнчи хула, кунта Чайковски районĕн администрацийĕ вырнаçнă. Пермь Енĕн кăнтăр-хĕвеланăç енче, Чулман Атăлăн сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă.

Халăх йышлăхĕ — 84,1 пинĕ çын (2006), çĕр лаптăкĕ — 31 тăваткал çухрăм.

Чайковски Пермьрен 325 çухрăмра ларать, хула çывăхĕнчех хир вăрманĕ, виçĕ енчен шывсем çупăрлаççĕ (Чулман Атăл, шыв упранăвĕ, Сайгатка шывĕн заливĕ).

Чайковски — çамрăк хула, 1955 çулта Чулман Атăл çинчи Воткин ГЭСне тунă чухне никĕсленĕ. Элĕк кунта Сайгатка ялĕ пулнă. 1956 çулта Чайковский хула евĕрлĕ поселок, 1962 çулта — район хули, каярахпа область шайри хула ятне илнĕ. ГЭС-а çывăхри Удмурт Республикинчи Воткинск (40 çухрăма яхăн) хулин ятне панă. Воткинскра Пётр Ильич Чайковский кĕвĕçĕ çуралнă.




#Article 502: Татищев Василий Никитич (189 words)


Татищев Василий Никитич, — паллă Раççей историкĕ, географĕ, экономисчĕ, патшалăх ĕçченĕ, Екатеринбургпа Пермь хулисене никĕслекенĕ. 1686 çулхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Псков уесĕнчи ашшĕн именийĕнче çуралнă. 1750 çулхи утă уйахĕн 15-мĕшĕнче вилнĕ.

Ашшĕ — Никита Алексеевич Татищев.

Мускаври артиллерипе инженер шкулĕнче вĕреннĕ. Нарвăна (1705) илнĕ çапăçăва, Полтава çапăçăвне тата Прут кампанине хутшăннă. 1713—1714 çулсенче Берлинра, Бреславльре тата Дрезденра пĕлĕвне ӳстернĕ. 1717 çулта Данцигра Татищев Пётр I хушнипе, таса Мефоди çырнă авалхи образа контрибуци шутне кĕртесси пирки калаçусем иртернĕ. Анчах та çак ĕçсем ăнăçлă вĕçленмен. Ют çĕршывсенчен Татищев чылай кĕнеке илсе килнĕ. Данцигран таврăннă хыççăн Брюс çумĕнче мануфактур-коллегин президенчĕ пулса ĕçленĕ. 1719 çулта Брюс Раççейĕн географине тĕплĕн çырса кăтартмалла тесе Пётр I патне хут çырнă, çак ĕçе Татищева хушма сĕннĕ.

Демидова Татищевăн килĕшмен, вăл патшалăх завочĕсем хăйĕн завочĕсене чăрмантарассинчен шикленнĕ. Уралти хирĕçӳсене салтса яма Г. В. де Геннин пынă. Вăл Татищевăн енне тăнă. 1724 çулта Петр I ăна берг-коллегин канашавçи вырăнне лартнă. Хыççăнах ăна Швецине сăрт тата дипломат ĕçĕсем пирки янă. Швецинче Татищев 1724 çулхи раштавран пуçласа 1726 çулхи ака уйăхĕччен пурăннă, заводсемпе рудниксемпе паллашнă, чылай чертёжсем пуçтарнă, граниль ăстине Екатеринбурга илсе килнĕ, Стокгольм порчĕн сутă-илӳ йĕркисемпе, укçа-тенкĕ системипе, тĕпчевсемпе паллашнă. 




#Article 503: Хубилай (148 words)


Хубилай, — монгол ханĕ, Китайри Юань династине йĕркелекенĕ. 1215 çулта çуралнă, 1294 çулта вилнĕ. Чингисхан мăнукĕ.

Астул çине ларсан унăн тĕп тĕллевĕ Китайри Сун йăх-несĕлне пĕтересси пулнă. Самай хушă çапăçнă хыççăн 1271 çул тĕлне вăл Китайăн ытларах пайне çĕнтерсе илет. Кун хыççăн вăл çĕнĕ йăх-несĕле йĕркелеме тытăнать, ăна Юань ятне панă. 1279 çулта Сун йăх-несĕлĕн юлашки императорĕ вилнĕ хыççăн хăйĕн витĕмлĕхне самай пысăклатнă.

Хубилай çавăн пекех Бирмăна, Аннама, Камбоджăна, Корейăна çĕнтерсе илнĕ, анчах та Японине çĕнтерсе илеймен — икĕ харçи те ăнăçупа вĕçленмен.

Астул тытнă вăхăтра хăйне ăслă-тăнлă çын пек кăтартнă, пурнăçа лайăхлатакан нумай çĕнĕлĕх кĕртнĕ. Вăлах 1291 çулта хăйĕн империне 12 провинци çине пайланă. Будда тĕнне кăмăлланă, ăна чылай пулăшнă. Вăл пулăшнипех ку тĕн анлă сарăлнă.

Çав вăхăтрах вăл хăй монгол пулнине манман, Китайра монгол чĕлхине хут ĕçне кĕртнĕ. Пакбаламе будда ăсчахне монгол чĕлхи валли ятарлă алфавит шутласа кăларма хушнă.

Китай кун-çулĕнче вăл Ши-цзу (世祖) ятпа паллă.




#Article 504: Чулман Атăл (110 words)


Чулман Атăл (, , , пушк. Кама) — Атăлăн сулахай юппи. Атăлăн чи пысăк юппи.

Юханшыв тăршшĕ 1 805 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 507 км2. Тури Чулман сăртлăхĕнче юхма пуçлать те Куйбышев шывуправĕн Чулман кӳлмекне юхса кĕрет.

Пурĕ юханшыв бассейнĕнче 73 718 юханшыв, вĕсенчен 94,5 % — 10 çухрăмран та пĕчĕкрех юханшывсем. Тĕп юпписем:

Атăлпа Чулман Атăлăн пысăкăшĕ пĕр пек, анчах та тĕп юханшыв вырăнне Атăла шутлаççĕ. Ку вăл историпе çыхăннă пулăм. Гидрологи уйрăмлăхĕсене пăхсан вара тĕп юханшыв вырăнне Чулман Атал шутланмалла: унăн бассейн лаптăкĕ пысăкрах, вăтамран шыв калăпăшĕ ытларах юхать, тинĕс шайĕнчи вăтамри çӳллĕшĕ пысăкрах. Çапла вара гидрологи уйрăмлăхĕсене тĕпе хурсан Каспи тинĕсне Чулман Атăл юхса кĕрет теме май пур.




#Article 505: Логунов Анатолий Алексеевич (135 words)


Логунов Анатолий Алексеевич, (1926, раштав, 30 Самар облаçĕ, Обшаровка сали — 2015, пуш, 1, Мускав, РФ) — физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор, академик.

М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн физика факультетĕнче (1951), аспирантурăра (1953) вĕренсе тухнă. Физик - теоретик. 1954 - 1956 çулсенче МПУ-ра ĕçленĕ. 1956 - 1963 çулсенче- Йĕтре Тĕпчевĕсен Пĕрлешĕннĕ Институчĕн теориллĕ физика Лаборатори директорĕн тĕпчев ĕçĕсен çумĕ (ЯТПИ, Дубна хули, Мускав облаçĕ). 1963 - 1974 çулсенче - «Пысăк Хăватлă Физика Институчĕн» (ПХФИ, Протвино хули, Мускав облаçĕ) директорĕ. 1974 - 1991 çулсенче - СССР Ăслăх Академин вице-президенчĕ. 1977 - 1992 çулсенче М. В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав Патшалăх Университечĕн ректорĕ.

Темĕн чухлĕ тĕпчевлĕ тата ăслăлăх-ăнлануллă статьясем, монографисем хайланă. Паллăраххисем: «Основы аксиоматического подхода в квантовой теории поля», «Новая теория пространства - времени и тяготения», «Принципы квантовой теории поля», «Третий радужный мост (поиск мира и человека)».




#Article 506: Сементер (440 words)


Сементер, — хасарсен малтанхи тĕп хули (VIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурĕмĕрĕ), Дагестанри хула.  Хăш-пĕр авалхи чăнлавсенче ăна Самантар тесе те çыраççĕ.

Хасарсемпе сăварсем пăлхар-чăвашсемпе пĕр пек чĕлхеллĕ, пĕр культурăллă, пĕр пек юнлă халăх пулнă. Атăл та вĕсемшĕн пуриншĕн те Итиль те мар, Идель те мар, Атăлах пулнă.  Кун пирки Н.М.Карамзин «История государства Российского» кĕнекин I-мĕш томĕнчи 14-мĕш асăрхаттăрĕвĕнче питĕ тĕплĕн çырса кăтартать. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем Сементер хули Терек шывĕ çинче, хальхи Кизляр хули таврашĕнче пулнă теççĕ. М.И.Артамонов тĕпчевçĕ унтан кăнтăр-хĕвеланăçнерех, хальхи Буйнакск хули вырăнĕнче тесе çирĕплетет. Паллă тĕпчевçĕ Л.Н.Гумилев хăйĕн 1989 çулта «Мысль» кĕнеке кăларăвĕнче пичетленсе тухнă «Древняя Русь и Великая Степь» кĕнекинче вара авалхи хасарсен тĕп хули Сементер Терек шывĕн сулахай çыранĕнче, Гудермеспа Хасавюртран çурçĕререх, Шелковская чарăну çумĕнче пулнине палăртать. Çав кĕнекере VIII-XII ĕмĕрсенчи Хасар каганачĕн картти те пур, Сементере Самантар тесе кăтартнă, вăл ăçта пулнине палăртнă.

X ĕмĕрте пурăннă арап çыравçи Аль-Истахри виç-тăватă ĕмĕр маларах пурăннă çулçӳревçĕсем çырнисене илсе кăтартса авалхи хасарсен тĕп хули Сементер хăй вăхăтĕнче питĕ пысăк та шавлă пулнине кăтартать. Мукатесси вара Сементер çыннисем ырă кăмăллă та тарават пулнине çырать. Сементер çыннисем йывăç пӳртре те пурăннă, кунти çынсем çурчĕсен тăррисене хăмăшпа витнĕ. Авалхи çулçӳревçĕ тата историк Табари хасарсен тĕп хули пулса тăракан Сементер питĕ пуяннине, хула çыннисен укçа-тенкĕ, чурасемпе хăрхăмсем те нумай пулнине çырать.

VIII ĕмĕрте Хасарстана арапсем вĕçе-вĕçĕн тапăнма тытăнаççĕ. Вĕсем 693 çулта эрменсемпе грузинсене çĕмĕрсе тăкса, Каспи тинĕсĕ хĕрринчи питĕ кирлĕ Дербент хулине тапăнаççĕ. 708 çулта вара Дербент хули вĕсене парăнать. Арапсемшĕн Хасарстана кайма çул уçăлать. Хасарсем вĕсене кĕтсе тăмаççĕ, Дербент çине тапăнса хăйсем арапсене çĕмĕрме тытăнаççĕ. Анчах та ку вăрçă ăнăçлă пулмасть. 712 çулта арапсен пин-пин çарĕ каллех Дербента туртса илет, Пеленçер хулине, унтан Сементер хулине тапăнса кĕрет. Хасарсем пите хытă хирĕç тăраççĕ. Анчах та çав вăхăтра вĕсем çине хыçалтан алансем тапăнаççĕ. Çакă вара хасарсене вăйсăрлатать. Çапах та вĕсем тăшмана парăнмаççĕ, чакса кайса арапсене Дарьял ту хушăкне тухма ирĕк параççĕ. Арапсем вара алансем çине тапăнса вĕсене ним юлми аркатаççĕ. Хасарсене çак çулсенче еврейсем тата ромейсем пулăшаççĕ. 735 çулта грузинсем те хасарсене пулăшма килеççĕ. Çак халăхсен пĕрлешнĕ çарĕсем пĕр хушă арапсене хĕсме пуçлаççĕ.

Анчах арапсем Хасарстана çĕнĕрен çĕнĕ текĕртсем яраççĕ. Вĕсене хастар та питĕ шелсĕр Мерван ятлă çарпуçĕ ерсе пыма тытăнать. Вăл малтан грузинсене, унтан Дагестанра пурăнакан лаксене çĕмĕрсе тăкать те пĕтĕм çарĕпе Хасарстана тухать. Арапсен çарĕнче 150 пин ытла нукер пулнă. Вĕсене тата эрменсен текĕрчĕсем те пулăшсах тăнă. Çак тискер эшкере хирĕç хасарсем 40 пинлĕ çар çеç тăратма пултарнă. 737 çулта вара Мерван çарĕпе Сементер хулинче тапăнса кĕрет те çунтарса ярать. Çакăн хыççăн Сементер хулинче пурăннă хсарсен йăхĕсем те пăлхар-сăвăрсемпе пĕрле Атăл тăрăх тăваллла хăпарса Атăлçи Пăлхар патшалăхне тунă çĕре хутшăнаççĕ, чăвашсен тӳрĕрен те тӳрĕ аслашшĕсем пулса тăраççĕ.

Юхма Мишши, Авалхи чăвашсем, 1996, Шупашкар.




#Article 507: Карамзин Николай Михайлович (137 words)


Николай Михайлович Карамзин — вырăс историкĕ, çыравçи, сăвăçи — 1766 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Оренбург облаçĕнчи Бузулук районĕнчи Михайловка (халĕ Преображенка) салинче çуралнă. Çыравçăн чĕри 1826 çулта тапма чарăннă.

Ашшĕн чĕмпĕр именинче ӳснĕ. Йăхĕ Кара-Мурзаран пынă. Килтех вĕреннĕ, вунвиçĕ çултанпа Мускавра Шатен профессорĕн пансионĕнче вĕреннĕ, Мускав университетне те çав вăхăтрах лекцисене çӳренĕ. 1781 çулта ашшĕ сĕннипе Петербургри гварди полкне хĕсмете тăнă, анчах часах та унтан тухнă. Пĕрремĕш литература ĕçĕсене хĕсметре чухнех çырнă. Пĕр вăхăт Чĕмпĕрте пурăннă, каярахпа — Мускавра. Мускавра Карамзин çыравçăсемпе паллашнă: Н. И. Новиковпа , А. М. Кутузовпа, А. А. Петровпа, ачасем валли пĕрремĕш вырăс журналне — «Детское чтение» - кăларнă çĕре хутшăннă. 1789-1790 çулсенче Европăна çул тытнă, Иммануил Кант патне Кёнигсберг хулине кĕрсе тухнă, Парижра Аслă франци революцийĕ тапхăрĕнче пулнă. Çак çулçӳрев хыççăн «Письма русского путешественника» çырса кăларнă, ун хыççăн Карамзина паллă литератор ретне кĕртнĕ.

  




#Article 508: Тамантурхан (268 words)


Тамантурхан, — Тамань çурутравĕ çинче вырнаçнă авалхи хула. Икĕ сăмахран тăрать: таман (тӳмен) — вунă пин çынран тăракан çар, турхан — тăрăх (облаç) ханĕ. Тамантурхан Купрат патшан иккĕмĕш тĕп хули пулнă, унта унăн эрпелĕхĕ (çар академийĕ) ĕçленĕ теççĕ.

Тамантурхан çинчен ромейсем çырса хăварни те пур. Ку хула куçса çӳрекен йăхсен аслă тапăрĕ пулнă темелле.

Историллĕ чăнлавсенче ку хулана ĕлĕк Таматарха ятпа çырни те пулать.

Н.М.Карамзин «История государства Российского» кĕнекин пĕрремĕш томĕнчи 388-мĕш асăрхаттарура çырать: «См. о Таматархе известие Конст. Багрянород, в Бандури,-1, 113. Греки называли сей город также Матархою, Меторхою; а Нубийский географ именует его Метрехею... Боер первый сказал, что имя Тмуторокань есть одно с именем Таматархи... Остров Таман называется в житии Св. Никона Тмутараканским...»

Таматурхан хулине Купрат патша вилнĕ хыççăн Мал енчен килнĕ авар эшкерĕсем çунтарса янă. Анчах та çак вырăнта кайран та çынсем пурăнакан хула ӳсе ларнă. Кун пирки «Наука» пичет кăларăвĕ 1981 çулта кăларнă «Степи Евразии в эпоху средневековья» кĕнекере çырнă: «Пережили конец IX в. (нашествие печенегов) и некоторые крымско-таманские города, в частности Таматорха (Тамань)». Икĕ-виçĕ ĕмĕр иртсен, çак вырăна славян вăйпучĕсем хăйсен дружинипе килсе кĕреççĕ. Кунта Тамантурхан кнеçлĕхĕ пулса тăрать.

Тамантурхан Аслă Пăлхарстанăн шĕкĕр хулинчен инçе пулман, унта çитме 25 çухрăм çеç. Тамантурханăн вырăнĕнче ĕлĕк авалхи грексен Германасс хули пулни паллă. Ăна хăй вăхăтĕнче хунсем çунтарса янă пулас.

Тамантурханра чылай хушă археологсем питĕ тăрăшсах ĕçленĕ. Урамĕсене кунта питĕ таса, типтерлĕ тытнă, пылчăклă ан пултăр тесе ватнă кирпĕч сарса хунă. Тамантурхан пирĕн эрăри IV ĕмĕрте пуçланса кайнă, унта пирĕн ĕмĕре çитичченех пурнăç татăлман. М.Ю.Лермонтов çырнă «Тамань» хайлавра Тамань çурутравĕ çинче вырнаçнă Тамань хулине çырса кăтартать. Çурутрав та, хальхи хула та хăй ятне ĕлĕххи-авалхи Тамантурханран илнĕ.




#Article 509: Пеленçер (Пăлхар) (336 words)


Пеленçер  (перс. «боланд» тата «джор» — «вăрăм тăрăх») хальхи Дагестан территоринчи — вăтам ĕмĕрсенчи хула. VII — IX ĕмĕрсенче Хасар хаканлăхĕ шĕкĕр хули.

Авалхи çыравçă Табари хăйĕн питĕ паллă Анналсем кĕнекинче хасарсемпе сăварсем çине Эрменстанри арапсен тăрăнĕ Джаррах ибн-Абдуллах ал Хакими тапăнса кĕнине çырса кăтартать. Арапсем Дербента тытса илеççĕ. Хасарсемпе сăварсем вĕсене хирĕç вăрçăпа тухаççĕ, анчах çĕнтереймеççĕ. Арапсем Пеленçер (Беленджер) хулине туртса илеççĕ. Ибн-ал-Асири ăна хасарсен чи паллă карманĕ тесе калать. Табари çав кармана Пăлхар (Булкар) тесе çырнă.

М.И.Артамонов Хасарсен историйĕ кĕнекинче кун пирки çапла çырать: У Табари она названа Булкар. Так, судя по его словам, назвалась страна по имени населявших ее болгар, составляющих, по свидетельству Армянской географии, один народ с хазарами.
Çакна А.Я.Гаркави те 1887 çулта Существовала ли у хазар столица под названием Баланджар? статьинче çирĕплетсех калать. Апла пулсан, пăлхарсем те, сăварсем те, хасарсем те чăннипех те чылай вăхăт пĕр халăхлă пурăннă, кӳршисем вĕсене пĕтĕмлетсе пĕр сăмахпа, тепĕр кӳршисем - тепĕр сăмахпа чĕнме пултарнă.

Ун чухне Пеленçер хулинче Улăп-Илитверĕн ачи е мăнукĕ патшара ларнă пуласЭтот правитель, именуемый у ибн-ал-Асира сахиб, а у Билами - Михтар, был наследственным князем болгар, одним из потомков Алп-Илитвера, - çырать М.И.Артамонов, - оказавшимся в более тесной зависимости от хазар, чем его предок.

Пăлхарсен Пеленçерĕ тăшмана тӳрех парăнман. Çакă арапсене питĕ тарăхтарнă. Кайран, хулана туртса илсен, Джаррах ибн-Абдуллах ал Хакими тыткăна лекнĕ хула çыннисене юханшывра путарса вĕлерме хушать. Ку халĕ Сулак юханшывĕ пулĕ теççĕ.

Пеленçер пăлхарĕсем вара çурçĕрелле тараççĕ. Кун пирки М.И.Артамонов Хасарсен историйĕ кĕнекере çырать: Многие из них бежали на север. Два столетия спустя ибн-Фадлан нашел несколько тысяч беленджерцев среди волжских булгар.

М.И.Артамонов тата хунсен патшалăхĕн çурçĕр пайне Пулхер-Пăлхар (Булкер-Болгар) тет. Кунта пĕрсула (барсил-берсула) йăхĕсем пурăннă. Вĕсем те каярахпа Вăтам Атăл çине куçса кайнă. Эппин, чăнах та, Атăлçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенсем Купрат патша тăхăмĕсем çеç мар, хальхи чăваш тăхăмĕсем - хасарсем те, сăварсем те, ытти хунсем те пулнă. Пăлхарсем VII- VIII ĕмĕрсенче Хура тинĕсĕн хĕрринче çеç мар, Каçпи тинĕсĕн хĕрринче те пурăнни палăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ, Азербайджан çĕрĕ çинче (топонимика) пăлхар (болгар), пăлкар (болкар), пулхар (булхар) ятсем час-часах тĕл пулаççĕ.




#Article 510: Силэнд (329 words)


Силэнд ĕмпӳлĕх - Çурçĕр тинĕсĕнчи хăйнехăй ирĕклĕхлĕ патшалăх.

Силэнд патшалăхĕ çурални утмăлмĕш çулсенче Европăра коммерци радио аталанăвĕпе çыхăннă. Малтанах патшалăхăн мар радиостанцисене саккунпа эфира кĕртмен, çавăнпа вара трансляцисене Европа çĕршывĕсен çыранĕсем çывăхĕнче якорь пăрахнă карапсем çинчен иртернĕ.

Укçи- ылтăн дублонĕ- 500 долларпа тан, тата кĕмĕл укçа - 25 долларлăх – икĕ енчен те монарх айăк сăнĕ. Çĕр-шыв тăвас ĕçĕсене пĕр миллиона яхăн фунт стерлинг укçа тăкнă.

 
Ун хыççăн Рой тиккĕне британ судне явап тытма чĕннĕ. Анчах та суд çак ĕç тĕллипе приговор кăларман, мĕншĕн тесен платформа çав вăхăтра Аслă Британи шывĕсен шутĕнче пулман. Суд йышăнăвне Рой тиккĕ хăйĕн çĕр-шывне официаллă палăртнă акт теме пуçланă.

HavenCo Силэндра урăх патшалăх çĕрĕсенче проектсем валли хостинг йĕркелеме май çуккине пула çак хăйнемай ирĕклĕ саккунсемпе пурăнакан патшалăхра ĕçсене тăвас тенĕ. Çапах та техника тата администраци чăрмавсене пула уçса парайман, çавăнпа та çак ĕç-пуç пăчланса ларать.

Кнеç Австрире инвесторсемпе калаçнă чухне Ахенбах голланд гражданĕсене чĕнсе утрав çине аннă.

Тапăнакансем çамрăк Майкла нӳхрепе хупаççĕ, кайран Нидерландсене илсе каяççĕ. Анчах та Майкл тыткăнран тарса ашшĕ патне çитет. Хăйне майлă граждансем пулăшнипе кăларса янă монархсем узурпаторсене çĕмĕрсе влаçа тавăрма пултарнă.

Правительство тĕнчери право виçипе килĕшӳллĕ ĕçленĕ. Тыткăна лекнĕ тара тытнă ютçĕр çыннисене кĕçех киле янă, мĕншĕн тесен тыткăна лекнĕ çынсене тытмалли Женева конвенцийĕпе тыткăнçăсене вăрçă вĕçленсен ирĕке ямалла. Пăтăрмаха пуçаракана йышăннă мĕнпур ĕç вырăнĕнчен хăтарнă та патшалăха сутнăшăн силенд саккунĕсемпе килĕшӳллĕ айăпланă. Ахенбахăн иккĕмĕш — герман — гражданлăхĕ пулнă, çавăнпа та унăн шăпи ФРГ влаçĕсене кăсăклантарнă. Британ ЮÇĔМ çак ыйтупа аппаланман, вара нимĕç дипломачĕсен Силендпа тӳррĕн калаçма тивнĕ. Утрав çине Лондонри нимĕç элчĕлĕхĕн аслă юрисконсульчĕ Нимюллер т-р çитнĕ, çак вара Силенда чăн патшалăхсем йышăннине пĕлтернĕ. Рой кнеç Силенда дипломати енĕпе йышăнма хистенĕ. Ăнăçсăр пăтăрмахра юн тăкманнине шута илсе, Ахенбаха ыр кăмăллăн ирĕке янă.

Нумизмат ĕç-пуçĕ валли кнеçлĕхре çак вак укçана çапса кăларнă:

Силэндра 2006 çулхи юпан 12-мĕшĕнче никĕсленĕ Силэнд Анкăл чиркĕвĕ ĕçлет.

Силэнд территоринче Таса Брендан ячĕнчасовньи пур, ăна Митрополит пăхса тăрать.

Силэндра тĕрлĕ тĕслĕ спортпа, сăмахран, мини-гольфпа, хăтланакан çын та пур. Çаплах Силэнд хăйĕн футбол команди пур.




#Article 511: Тамань çурутравĕ (124 words)


Тамань çурутравĕ, — Краснодар Енĕнчи çурутрав. Çурçĕр енчи çыранĕсем Азов тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ, анăç енчисем — Керчен проливне, кăнтартисем — Хура тинĕсе.

Хальхи сăнне нумай пулмасть кăна илне. Антика вăхăтĕнчех ун вырăнĕнче утравсем пулнă.

Авалхи вăхăтра ку çĕрсем çинче скифсем пурăннă. Антика вăхăтĕнче Боспор патшалăхĕнче шутланнă. Унта грексем, сарматсем, еврейсем тата ытти халăхсем пурăннă. Тамань çурутравĕнче грексен Гермонассăпа Хăнакур колонийĕсем вырнаçнă пулнă.

IV ĕмĕрте çурутрав çине хунсем çитнĕ. Каярахпа Аслă Пăлхара кĕнĕ, VII ĕмĕр варринче вара хасарсене лекнĕ. 969 çулта Кейӳ кнеçĕ Святослав хасарсене çапса аркатнă хыççăн кунта 30 çул хушши иудейсен патшалăхĕ вырнаçнă пулнă. 980-мĕш çулсен вĕçĕнче çурутрава Кейӳ Руçĕ хăй аллине тытса илнĕ, кунта Тамантурхан кнеçлĕхĕ йĕркеленнĕ. 1100 çул çывăхĕнче çурутрав кăпчаксен аллине лекнĕ.

XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурĕмĕрĕнче кунта сахал çын пурăннă.




#Article 512: Керменчӳк (Атăлçи Пăлхар) (167 words)


Керменчӳк, — Атăлçи Пăлхар хули. Чулман Атăл хĕрринче ларнă пулнă.

Тĕплĕнрех Керменчук историйĕ статьяна вулăр.

Хула Кермен шывĕ çинче хальхи Вырăс Кермен ялĕ патĕнче, Чулман Атăлтан 11 çухрăм çурçĕртерех ларнă. Керменчӳк аслă та чаплă хула пулнă. Вăл авалхи Атăлçи Пăлхарăн çурçĕр-хĕвелтухăç чиккинче, Чулман Атăлтан тăвалларах чаплăн саралса ларнă.

Ку вырăна халĕ питĕ лайăх пăхса палăртнă. Ун çинчен А. П. Смирнов хăйĕн «Атăлçи пăлхарсем» кĕнекинче уçăмлă çырса кăтарнă. Кури Вантер «Чăваш халăх историйĕ» кĕнекинче пирĕн асаттесен Керменчук ятлă хули Маматăш уесĕнче пулнă пуль тесе çырать. Керменчук икĕ сăмахран тăрать: «кермен» тата «чук». Ӗлĕк-авал Керменчук авалхи тĕнпе пурăнакан пăлхарсен тĕп кĕлĕ вырăнĕ, чӳк тумалли савăплă вырăнĕ пулнă пулас.

Çавăн пекех, кунчен каланă сăмахсем хыççăн çакна палăртмалла. Украина çĕрĕнче, Полтава хулинчен 100 çухрăмра Кременчӳк вырнаçнă. Анчахрах каланă тăрăх, çак хула ячĕ те икĕ сăмахран пуçтарăнать: кремен (кермен е карман) тата чук (чӳк): чӳк тумалли карман пулать. 

Çаплах та Харьковран инçех мар - 60 çухрăмра - Чугуев хули пур. Ăна тимлесе пайласан, вăл чӳк тата уйĕ (чӳк тумалли уйĕ) пулса тăрать.




#Article 513: Павлова Надежда Васильевна (396 words)


Надежда Васильевна Павлова (1956 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă) — балерина, профессор, СССР халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Пӗтӗм Союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачĕ.

Халĕ Мускавра пурăнать.

Надежда Павлова ачаранах ташă килĕшнĕ, 7 çултанпа Пионерсен çурчĕн хореографи кĕтесĕнче пултарулăхне ӳстернĕ. 1966 çулта ăна Пермь хореографи училищинчен Шупашкара пултаруллă ачасене суйлама пынă вĕрентекенĕсем асăрханă, Пермь хулине вĕренме чĕннĕ]

Надьăн ачалăхĕ Атăл çинче, вĕренӳ çулĕсем Чулман Атăл çумĕнче иртнĕ. Çиччĕ çул хушши: 2 - 8-мĕш классенче - вăл Людмила Павловна Сахарова вĕрентӳçĕ патĕнче ăсталăха илнĕ. 2-мĕш классранах Надя концертсене хутшăнать. Номерĕсене ун валли М. Газиев ӳнерлесе лартать - Девочка и эхо, Маленькая балерина, Озорница, ачасен спектаклĕсенчи сăнарсене мĕнпуррине пурне те вĕренсе оперăпа  балет театăрĕнче ташлать. Пăхакансен асăмĕнче Коппелири Пукане, Дон Кихотри Амурчик, Спящяя красавицăри Красная шапочка санарĕсем яланлăхах упранса юлаççĕ.

Майя Плисецкая ун пирки питĕ ăшшăн Вăл ытла та илемлĕ тесе палăртнă. Надежда Павловăн пурнăçĕ пĕтĕмлех балетпа, ташăпа çыхăннă. Унăн юратнă кĕвĕçи - П. И. Чайковский. 

Асаф Мессерер класĕнче Марина Семенова ертсе пынипе хăйĕн ăсталăхне ӳстерсе, Надежда Павлова Пысăк театрта классика ташине çӳле хăпартать, унăн ӳнер пултарулăхĕнче драма тĕввисем хунавланаççĕ.

Халĕ Надежда Павлова классикăпа паянкунхи хореографипе усă курать тата Раççей театр ӳнерĕн академинче (РТИА) вăй хурать, Пысăк театр артисчĕсене классика репертуарне вĕрентет.

Вунçиччĕри Надя Павлова Н. Боярчиковăн Ромеопа  Джульетта спектаклĕнче Джульетта пулса, Жизель (Б. Щербинин редакциленĕ) балетĕнче Жизель сăнарне уçса ташланă.

Балеринăн çичĕ çул хушшинче хатĕрлесе театрăн репертуарĕнче кăтартнă паллă сăнарĕсем: Мари - Щелкунчик (Ю. Григорович), Геро - В. Боккадоро çырнă Любовью за любовь ,  Китри - Дон Кихот  (Р. Захаров редакципе), Фригия - Спартак (Ю. Григорович реж.), Эола - Икар (В. Васильев реж.), принцесса Флорина тата Аврора -   Спящяя красавица (Ю. Григорович ред.), Валентина - Ангара (Ю. Григорович), Принцесса - Деревянный принц (А. Петров), Сильфида - Шопениана (М. Фокин).

Надежда Павлова совет-америка Синкер вĕçен кайăк фильмĕн (Дж. Кьюкор реж.) тата Сицили хӳтĕленĕвĕ детективлă кинолентăра (реж. - В. Грахов) тĕп ролĕсене вылянă. Н. Павловăн ташшине Асаф Мессерер (1981, реж. Ф. Слидовкер), Дочери Отчизны (1976, реж. Н. Орлов) документлă фильмсенче, Дон Кихот телеверсиллĕ балетĕнче (1978, реж. Е. Мачерет) тата Ф. Слидовкерăн Лист кĕвĕçĕ çырнă Поэмы телефильм-балетра (1981) курма пулать.

Балерина çинчен кăларнă кинофильмсем: Танцует Надя Павлова (1973, В. Баранов  реж.), Джульетта (1974, Б. Галантер реж.), Дуэт молодых (1977, В. Граве реж.), Надежда Павлова (1992, С. Конончук реж.).

Тĕрлĕ вăхăтра Надежда Павлова сăнарĕсене Игорь Васильев, Любовь Лондон скульпторсем тата Евгений Широков, Илья Глазунов, Валерий Косоруков ӳнерçĕсем çырнă.




#Article 514: Саранск (218 words)


Саранск, — Мордва республикин тĕп хули. Инсар юханшывĕн (Атăлăн бассейнĕ) сулахай çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Мускавран 642 çухрăмра тухăç еннелле ларать. Хула никĕсне 1641 çулта хунă, хула шутне 1651 çулта кĕртнĕ.

Хула Администраци пуçлăхĕ — Владимир Сушков.

Халăх йышĕ — 299,2 пин çын (2005), лаптăкĕ — 71,5 км².

Хула 3 района пайланать:

Саранск хулине 1641 çулта Раççей патшалăхĕн кăнтăр-анăç айăккинчи карманĕ пек никĕсленĕ. Кунта малтан казаксем, стрелецсем, тупăçсем пулнă. Халăхĕ вырăссенчен, мордваран тата тутарсенчен пуçтарăннă. Карманне Саранск острожекĕ ят панă, вăл Инсар çыранĕнче, Сарлей (хальхи Саранка) юханшыв юхса кĕрен вырăнта пулнă. 1651 çулта Саранска уесĕн хули шутне кĕртнĕ. 1670 çулта хулана Степан Разин çарĕсем илнĕ, çапла хула пĕр вăхăтлăха вĕсен аллинче пулнă. XVIII ĕмĕрте Саранск хăйĕн вăрçăлăх сĕмне çухатса пынă, сутă-илӳ енĕ вăйлăланнă. 1708 çулта малтан Азов, кайран Хусан, 1801 çултанпа — Пенза кĕпернийĕнче. Саранск çыннисем 1774 çулта хулана пырса кĕнĕ Емельян Пугачёва пулăшу панă.

Хула урлă Мускавран Астрахане, Крымран Хусана çӳренĕ. XVIII ĕмĕрте хула хуллен-хуллен сутă-илӳ тата промышленноç тĕпĕ (тырă, пенька, сăран, аш-какай, пыл). XIX ĕмĕр вĕçĕнче Саранск витĕр Мускавпа Хусан хушшинчи чукун çул тунă хыççăн Мордва енĕн экономикăпа политика пурнăçне улăштарнă. Октябрь революци хыççăн Саранскăн чылай завочĕсем материалсем çук пирки пачах ĕçлемен; 1928 çулта çех промышленноçе ура çине тăратнă. 1934 çулта Саранск Мордва АССРĕн тĕп хули пулса тăнă. Аслă вăрçă вăхăтĕнче Саранскра нумвай куçарса килнĕ заводсене вырнаçтарнă.




#Article 515: Йошкар-Ола (199 words)


Йошкар-Ола (çармăсла Йошкар-Ола; ĕлĕк - çармăсла Царла, Чарла, Цар-Ола, чăвашла Чархула; çармăсларан чăвашла куçарсан Хĕрлĕ е хитре хула), — Мари Эл республикин тĕп хули. Ĕлĕк чăвашла Чархула, вырăсла Царёвококшайск тенĕ. Хула Кĕçĕн Какшан юханшыв хĕрринче вырнаçнă.

Хулара 248,6 пин çын пурăнать. Вĕсенчен вырăссем — 67,7%, марисем — 24%, тутарсем — 4,3%, 4% — урăх халăх çыннисем. Ӗçлекен çынсен шучĕ 178,8 пин çынпа танлашать.

Хулара автобуссем, троллейбуссем çӳреççĕ, чугун çул вокзалĕ пур. Троллейбус маршучĕсен пĕтĕмĕшлĕ тăршшĕ 222,9 çухрăм, автобуссен — 151,1 çухрăм. 

Пĕтĕмпе хулара 39 шкул, лицей тата гимнази пур, вĕсенче пĕтĕмпе 40 пинрен ытла вĕренекен. Çавăн пекех 5 культура керменĕ, 5 театр, 3 кинотеатр, 3 пысăк музей, 7 ача-пăча ӳнер шкулĕ, 2 ача-пăча унер шкулĕ ĕçлет.

Мари нацин М. Шкетан ячĕллĕ драма театрĕ ĕçлет.

Йошкар-Ола таврашĕнче темиçе пин çул ĕлĕкех этем пурăнни паллă. Археологсем хулара та çумĕнче чылай ĕлĕххи ĕмĕрсен япалисене тупнă. Кĕçĕн Кокшака юханшыв хĕрринче авалхи çынсем мезолит тапхăрĕ вăхăтĕнчех пурăннă теме пулать.

Малтан (1584 çул) хула ячĕ Патша хули ятлă пулнă, кайран (ун пек ятлă урăх хуласем те пулнă), вăл хăш вырăнта вырнаçнине палăртма Кокшака çинчи патша хули ятне панă. Кайран вара, 1919 çулчен Царёвококшайск ятлă пулнă, 1919 (Нарăс, 17) çултанпа 1928 (Кăрлач, 23) çулчен — Краснококшайск.




#Article 516: Улатăр кун-çулĕ (246 words)


Улатăр вырăнĕнче ĕлĕк-авал мăкшă йăхĕсем пурăннă. Ылтăн Урта тапхăрĕнче е тата та маларах кунта тĕрĕк йăхĕсем куçса килсе пысăк ялсем пуçласа янă. Вĕсене эпир ячĕсенченех пĕлетпĕр — Турхан, Найман тата ытти те. XV-XVI ĕмĕрсенче Улатăр шывĕ тĕлне тĕрĕк йăхĕсем питĕ йышлăн куçа-куçа пыма тытăнаççĕ. Чуппак ялĕ те, Артатту хули те çавăн чухне пуçланнă пулас. Çакна А.Х. Халиков хăйĕн «Татарский народ и его предки» (Тутар халăхĕ тата вĕсен мăн аслашшĕсем) кĕнекинче çирĕплетсе калать. Улатăр шывĕ çине куçса килнĕ паллăрах чăваш пикĕсенчен пĕрин ячĕ истори валли упранса юлнă, ăна Тетек Пекейĕ тенĕ. XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи Улатăр хулипе ун таврашĕнчи çĕрсене Тетек çĕрĕ тесе каланă.

Хальхи Улатар пулнă тĕле вырăссем Хаяр Иван вăхăтĕнче пырса тухнă. Хаяр Иванăн пĕр çарĕ 1552 çулта Хусана кайнă чухне çак çулпа пынă, Улатăр шывĕ урлă каçма виçĕ кĕпер хывнă. Кун пирки «История Чувашской АССР» (Чăваш АССРĕн историйĕ) кĕнекинче çапла çырнă: «Русские войска во главе с Иваном IV в составе 150 тысяч воинов и 150 пушек выступили из Москвы в середине июня. Пехота и конница шли сухим путем через Муром; в начале августа они достигли реки Алатыря... От Алатыря основное ядро войска продвигалось примерно по линии современной юго-восточной границы Чувашии, а левый полк - по ее территории».
Хаяр Иван кунта карман тума шутланă. Кунта хула туни çинчен питĕ кăсăк чăваш халăх сăмахĕсем пур. Историллĕ чăнлавсенче Улатăра 1555 çулта никĕсленĕ пирки курма пулать. Чăнах та, çак хула пушă вырăнта ӳссе ларманни паллă. 1621 çулта вара кунта Брянск хулинчен Стародубский бояринăн 172 çыннине куçарса килсе вырнаçтарнă.




#Article 517: Александров Михаил Александрович (124 words)


Александров Михаил Александрович, — паллă авиаконструктор. 1934 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче хальхи Шупашкар районĕнче вырнаçнă Мăн Марка ялĕнче  çуралнă.

Михаил Александрович 1949 çулта Мăн Маркари çичĕ класлă шкула вĕренсе пĕтерет, 8-мĕш класа Ишекри вăтам шкула вĕренме кĕрет. Шкулпа сывпуллашсан, çамрăк каччă чарăнса тăмасть, Хусанти авиаци институтне  пĕрремĕш курса самолетостроени факультета вĕренме кĕрет. Çав вăхăтрах студентсен конструктор бюровĕнче ĕçлеме тытăнать. 1958 пулас конструктор Хусанти институтран вĕренсе тухать, диплом ĕçне хӳтĕлет. Вĕçев аппарачĕсене проект тăвакан специальлĕхе алла илет, самолет тăвакан инженер-механик пулса тăрать. Авиаци промышленноçĕ ăна О. К. Антонов патне ярать.

Михаил Александровăн проектсем тунă чухнехи ӳсĕмĕсене Хисеп палли орденпа, медальсемпе, ЦК КПСС Хисеп Грамотипе, СССР изобретателĕ ятпа хакланă.

Михаил Александров халь Киев хулинче пурăнать те ĕçлет. Вăл О. Антонов ячĕллĕ наукăпа техника комплексĕнчи пĕрремĕш конструктор.




#Article 518: Кĕрнек (118 words)


Кĕрнек, — пăлхарсем X ĕмĕрте никĕсленĕ хула. Вăл Пăлхар хулинчен кăнтăрарах, Атăл сулахай çыранĕнче сарăлса ларнă.
Кĕрнек хулине тутар-монголсем 1236 çулта çĕмĕрсе кĕрсе çунтарса янă.

И.Березин хăйĕн «Нашествие Батыя на Россию» кĕнекинче Кĕрнек хулине асăнса çапла çырать: «Те (Субедей с войском) дошли до города Кернека и других мест и заставили покориться. Тамошние владельцы Баян и Динеку пришли и изъявили покорность принцам, будучи пожалованы, возвратилиь назад, но опять восстали...» 

А.П. Смирнов «Атăлçи пăлхарсем» кĕнекинче Пуянпа Тинекку пикĕсем пулнине çирĕплетсе калать.

Кĕрнек хули ăçта пулнине халлĕхе татса калани çук. Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелеккес районĕнче Кивĕ Сахча пысăк чăваш ялĕ пур. Кивĕ Сахча çыннисем Кĕрнек хулин тăхăмсем пулаççĕ тесе Ваççа Аниççи çырса хăварнă халапсем пур. Анчах та çакна никам та тĕплĕн тĕрĕслемен.




#Article 519: Егоров Петр Егорович (148 words)


Пётр Его́рович Его́ров (1731, Кăрмăш (е Етĕрне) уесĕ, Чулхула кĕперни — çу, 12, 1789, Санкт-Петербург) — раççей архитекторĕ, петербургри Çуллахи пахча картин авторĕсенчен пĕри. Чăвашран тухнăскер.

Ачаллах вăл Дадиани  килне лекнĕ. Егор Дадиани — вырăс хĕсметĕнче тăракан  грузин кнеçĕ. Хăй патĕнчи чăваш ачине вăл тĕне кĕртнĕ. Пĕрремĕш Петĕр патшана хисеплесе çав ачана Петĕр ячĕпе хунă. Хăйĕн ячĕпе хушаматне çырнă. Çапла чăваш ачи Петр Егорович Егоров пулса тăрать. Çак маттур чăваш ачи ăслă та пултаруллă иккенне курса, ăна 1755 çулта Петербургри Хуралтсен кĕнцелерĕ çумĕнчи архитектура шкулне вĕренме панă.

Çак шкулта вĕренсе тухсан Петр Егорович архитектор пулса тăнă. Петербургри чылай чи чаплă çуртсемпе керменсем унăн ячĕпе çыхăннă. Вĕсен шутне Мрамор Керменне, Раштав чиркĕвне, Хĕллехи Кермене, Смольнăй мăнастăре кĕртмелле. Пярну хулинче питĕ чаплă Успени чиркĕвне те вăл тунă.

Çапах та П.Е. Егоровăн чи пысăк та чи чаплă ĕçĕ Петербургри Çуллахи пахча хӳми. Çак хӳмене куракансем ăна тĕнчери чи чаплă саккăрмĕш япала тесе хакланă.




#Article 520: Люксембург (хула) (124 words)


Люксембург, — пĕчĕк Аслă Герцогство Люксембург патшалăхĕн тĕп хули. Лаптăкĕ 51,24 çух².

Люксембург сахал çын пурăнать, кунта çĕршывăн виççĕмĕш пайĕ, 75 пин çын пурăнать: нимĕçсем тата французсем. Кашни халăх хăйĕн чĕлхипе калаçма ирĕклĕ. Кусемсĕр пуçне, люксембург чĕлхи те пур. Вăл нимĕç чĕлхин рейнçи диалекчĕ шутланать, франци чĕлхинчен илнĕ сăмахсем унта нумай. Акăлчан чĕлхи анлă сарăлнă. Хулари çынсем ытларах енĕпе католиксем шутланаççĕ.

Люксембург çинчен пĕрремĕш хут çырусенче 963 çулта асăннă. Хула ятне 1244 çулта илнĕ. Хула темиçе хут алăран алла куçнă. 1606—1684, 1697—1724 çулсенече хула Испани çĕрĕ шутланнă, 1684—1697, 1794—1815 çулсенече Францине кĕнĕ,  1714—1794 çулсенече Австри аллинче пулнă. 1815 çулта хула ирĕклĕх çĕнтерсе илнĕ. Пĕрремĕш тата Иккĕмĕш тĕнче вăрçисем вăхăтĕнче хулана Германи тытса хупăрланă. Вăрçă хыççăн питĕ хăвăрт аталаннă, халĕ вăл Европăри хаклă хула шутланать.




#Article 521: Нидерландсем (247 words)


Нидерландсем, официаллă ячĕ Нидерландсен Патшалăхĕ () — Анăç Европăри патшалăх.

Тĕп хули — Амстердам, правительство Гаага хулинче вырнаçнă.
Урăх чаплă хулисем: Роттердам — çĕршывăн тата тĕнчери чи пысăк порчĕ, Утрехт — çĕршывăн чукун çулĕсен тĕпĕ тата Эйндховен.

Çыранĕсем Çурçĕр тинĕсне тухаççĕ. Çыран хĕррин вăрăммăшĕ — . Германипе тата Бельгипе юнашар вырнаçнă. Чикĕ таршшĕ .

Нидерландсем —  Европăра чи тăвăр патшалăх  (темиçе карлик-çĕршыва шута илмесен). Çĕршыв Рейн, Маас тата Шельда шывĕсем тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Çĕршывăн çĕрĕсенчен çурри тинĕс шайĕнчен аялларах выртать, кăнтăрта çеç çĕрсем 30 метртан ытла çӳллĕ. Айлăмсен чылайăшĕ Çурçĕр Голландинче, Кăнтăр Голландире тата Флеволандра выртаççĕ. Тинĕс çыранĕсем дюнсенчен пуçланса кайнă. Вĕсен хыççăн тинĕсрен туртса илнĕ çĕрсем —  польдерсем. Вĕсене дюнсем тата дамбăсем тинĕс шывĕсенчен сыхланă. Çакăн пирки çапла калаççĕ: «Турă тинĕс тунă, голландсем — çыранĕсене».

Нидерландсенче икĕ тымар халăхĕ пурăнать — голландсем тата фриссем, çаплах иммигрантсен шучĕ те чылай. 

Тĕн енĕпе:

Голландсем тĕнчери чи çӳллĕ çынсем: арçынсем (вăтамран) — 1,83 метр, хĕрарăмсем — 1,70 метр.

Кунта ăшă çусем — вăтам температура утăра 16–17 °C. Вăтам температура кăрлачра — 2 °C майлă, континент ăшнелле сивĕрех. Хĕлле, Çĕпĕртен антициклонсем вĕрсе килсен, температура 0 °C аялла анса каять, юр ӳкет, шыв каналĕсем тата кӳлĕсем пăрпа хупланаççĕ. Çулти вăтам нӳрĕк шучĕ — 80 сантиметров, анчах та шалти çĕрсенче татах та сахалтарах.

Кунта лапам çĕр пичĕ пулнипе автомобиль çулĕсем нумай, анчах та шыв каналсем çул хывнă чух йывăрлăх кӳреççĕ.

Çĕршыв хуçалăхĕнче паллă вырăн океан вылять, унăн шывĕпе голландсем Европăна/Европăран чылай суту япалине туртараççĕ. KLM Авиакомпани тĕнчери нумай маршрутсене вĕçет.




#Article 522: Лихтенштейн (328 words)


Лихтенштейн Кнеçлĕхĕ (ним. Fürstentum Liechtenstein, фр. principauté de Liechtenstein), — Европа варринчи пĕчĕк (160 тăваткал çухрăм) патшалăх. Тĕп хули — Вадуц. Лихтенштейн кăнтăр енче Австрипе, анăç енче Швейцарипе юнашар вырнаçнă. Патшалăх — конституциллĕ абсолютлă монархи. Кнеçĕ Конституци тăрăх чи çӳллĕ тытăмĕ шутланать, вăл хăй тĕллĕнех ăна улăштарма е пăрахăçлама пултарать.

Халапсенче каланă май, 300 çулта таса Лука çак çĕрти Рим çыннисене пăхăнса тăракан халăха Христос тĕнне кĕртнĕ. Франксем 536 çулта çĕре хăйсен аллине тытса илнĕ. Аслă Карл вăхăтĕнче епископа кĕперне пуçлăхĕнчен кăларнă. 911 çулчен — Германи империйĕ герцогствăсем çине арканиччен — Каролингсен аллинче пурăннă. Шваб герцогство тата паянхи Лихтенштейн çĕрĕсенчи Шелленберг тата Вадуц феодал çĕр пурлăхĕсем пулса тăнă, вĕсем Рим империйĕ шутĕнче пулнă. 1507 Максимилиан император Вадуца уйрăм правасем, привилегисем тата суверенитет панă, ясак пуçтарма ирĕк тунă. Çак ирĕклĕхе Австри Лихтенштейн çемьине панă. 1699 çулта Шелленберга, 1712 çулта Вадуца Лихтенштейн кнеçĕ укçалла туяннă. 1719 çулта икĕ çĕрне пĕр кнеçлĕхе пĕрлештернĕ. Ку Лихтенштейн патшалăхăн çуралнă кунĕ пулса тăнă. 1815-1866 çулсенче Лихтенштейн  Германи ушкăнне кĕнĕ. 1866 çулхи Австрипе Прусси вăрçинче Лихтенштейн Австри енче хутшăннă, 1876-1918 çулсенче  Австро-Венгрипе кĕске çыхăнусем тытнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн Лихтенштейн Австрипе килĕшӳ хутне пăсса Швейцарипе çывăхланма пуçланнă: 1921 çулта сутă-илӳ тата почтă хĕсмет ĕçĕсем пирки килĕшӳ тунă, 1924 — таможня ушкăнне пуçарнă. Çак Лихтенштейнра швейцари укçисемпе усă курма пуçланă (1 швейцари франкĕ = 100 сантим). Хăйĕн укçа паллисене Лихтенштейн пичетлемест. 1919 çултанпа Швейцари Лихтенштейнăн ют çĕрсенчи дипломат тата консул ĕçĕсенене тытса пырать.

Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче кнеçлĕх нейтралитет тытнă. 1990 çулта Лихтенштейн ООН-а, 1991 – Европăри  ирĕклĕ сутă-илӳ ассоциацине кĕнĕ.
 

Çĕршывра 30 654 çын (1995) пурăнать, халăх-çын вăтам тăвăрлăхĕ -190 çын тăваткал çухрăма. 1 000 çын шутне çулне - 12,95 ача çуралать (1995). 6,56 вилекенсем  1 000 çын шутне (5 ача вилĕмĕ - 1 000 çуралнă ача шутĕнчен). Пурнăçăн вăтам вăрăммăшĕ: арçынсен - 74 çул, хĕрарăмсен - 81 çул (1995). Халăхăн чылайăшĕ - лихтенштейнсем (аллемансем), ыттисем - итали, швейцари тата австри çыннисем. Официаллă чĕлхе - нимĕç чĕлхи. Тĕне тытакансем: католици -(87%), протестант - 7% яхăн.




#Article 523: Люксембург (патшалăх) (335 words)


Люксембург е Аслă Херцăклăх Люксембург — Анăç Европăри пĕчĕк (карлик) патшалăхĕ. Герцоклăх Бельгипе, Германипе тата Франципе чикĕленет.

Тĕп хули — Люксембург.

VII ĕмĕр вĕçĕнче Виллиброрд (бенектианецсен орденĕн ертӳçи) хистенипе Люксембург халăхне Христос тĕнне кĕртнĕ. Люксембург вăтам ĕмĕрсенче франксен Австрази патшалăхне, кайран Рим империне, тепĕртакран — Лотарингине кĕрет. 963 çулта Люксембург ирĕклĕх çĕнтерсе илнĕ. Çак çĕрсенче хӳтлĕх карманĕ — Лисилинбург (Пĕчĕк карман) никĕсленĕ пулнă, çавăнтанах патшалăх аталанса пынă. Çак чылаях мар çĕрсене пуçараканĕ Зигфрид пулнă. Унăн аслашшĕсем çĕрĕсене вăрçăсемпе, политика енĕпе авланнипе, (кăнар) хăварнă çĕр пурлăхĕсене пухнипе тата килĕшӳ хучĕсене çырнине пула пуçтарнă. 1060 çулта Люксембургăн пĕрремĕш графĕ тесе Конрада палăртнă. Унăн мăнукĕн мăнукĕ Эрмезиндăн паллă ертӳçĕ тата унăн мăнукĕн ывăлĕ Генрих VII, хăй енчен, 1308 çултанпа Рим Императорĕ пулнă. 1354 çулта Люксембург графлăх шутĕнчен херцăклăха куçнă. Анчах та 1443 çулта Елизавета Герлитц, Рим императорăн Сигизмундăн племянници, çĕрне Филипп III Бургундскине пама тивнĕ.

Наполеона астулран кăларса ярсанах Люксембург францисене пăхăнма пăрахать, 1815 çулхи Вена Конгресĕнче ăна Аслă херцăклăх паллă панă, çĕрĕсем Нидерландсен патшине — Орански-Нассау ăрăвĕнчи I-мĕш Вильяма — куçнă. Люксембургшăн автономи хăварнă, Нидерландсемпе хормăллă çыхăну çеç пулнă, мĕншĕн тесен херцăклăх çĕрне Вильям хăйĕн харпăрлăхĕ тесе шутланнă. Çĕрĕсем çаплах Германи Конфедерацинче кĕнĕ май пруссем кунта хăйсен гарнизонне вырнаçтарнă. Вильям тапхăрĕ хаяр пулнă — вăл халăха хăйĕн тарçи вырăнне хурса йывăр ясаксемпе асаплантарнă. Люксембург çыннисем 1830 çулта Вильяма хирĕçле, Бельгипе пĕрле, пăлхава тухнă та чӳк уйăхĕнче (Вильям килĕшмен пулсан та) Люксембург херцăклăхĕ Бельги шутне кĕрет.

Версаль мирĕпе Мария Аделаида астулне Шарлотта йăмăкне хăварать. 1940 çулта Германи иккĕмĕш хут Люксембурга хупăрлать. Кун чух Патшалăх Ертӳлĕхĕ нацистсемпе пĕр канашлă пулман пиркипе Херцăк пĕтĕм Кил-çурчĕ эмигрирацие тухса каять, вĕсем вара ют çĕрте пурăнаççĕ. Херцăклăхра нимĕçсем хăйсен «йăлисене» йĕркеленĕ, франци чĕлхипе калаçма чартарнă. Херцăклăха Виççĕмĕш Райх çумне хушнă; 12 пин çынна нимĕç Вермахт ретне тăратнă, вĕсенчен 3 пинĕ хĕсметрен тарса юлнă, çавăн чухлех Кăнтăр фронтĕнче пуçне хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче Люксембурга ирĕклĕхе кăлараççĕ. Çак çултах вăл Бельгипе Нидерландсен Экономика Пĕрлĕхĕ (Бенилюкс) тытăçать. 1949 çулта ÇАПУ-на кĕнипе Аслă херцăклăх Люксембург чылай ĕмĕр тытнă вăрçăсăр шайĕнчен тухать (Лондонри Килĕшӳ Хучĕ - 29/04/1867).




#Article 524: Сан-Марино (501 words)


Çутăран та çутă республика Сан-Марино (итал. Serenissima Repubblica di San Marino) — Çĕр çинчи пĕчĕк патшалăхсенчен пĕри, Кăнтăр Европăра выраçнă, йĕри-тавра Итали çĕрĕсемпе хупăрланнă.

Халăхĕ 29 пинĕ çынран ытла (2005). 80% яхăн – санмаринецсем, 19% – итальянсем. 13 пинĕ ытла ют çĕршывсенче пурăнаççĕ, чылайăшĕ - Италире. Официаллă чĕлхе – итали чĕлхи; пурăнакан халăхĕ итали чĕлхин роман диалекчĕпе калаçать. 93% - католиксем.

Легенда тăрăх, Сан-Марино IV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурмалăхĕнче тĕн пирки хĕстернĕшĕн Далмацирен тарса тухнă таса Марин никĕсленĕ. Вăл Римини хулинче чул якатакан ĕçпе пурăннă. Вара вăл Титано ту çинче чул катмалли вырăн тупнă, кайран пĕчченлĕх шыраса, хăйне валли пĕчĕк кĕлту пӳрчĕ туса лартнă та çын тĕнчинчен уйрăлса ту çинче пурăнма тытăннă. Унăн чаплă пурнăçĕ турра ĕненекен çынсене хăйĕн патне илĕртнĕ, часах кунта пĕчĕк мăнастырь пулса тăрать. Çак мăнастырь, унăн ячĕпе хисепленекенскер, VI ĕмĕрĕн вĕçĕнче те, кӳршĕсене политика енĕпе пăхăнмасăрах хăйĕн тĕллĕнех пурăннă.

Малашни ĕмĕрсенче унăн ячĕ истори палăкĕсенче темиçе хут та тĕл пулать. 951 çулта герцог Беренгар II Сан-Маринăра император Оттонран пытаннă. Италине мадьярсемпе сарацинсем тапăнса кĕрсен, йĕри-тавра валсем стенасем тунă. Иккĕмĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче кунта халăх пухăвĕ ертсе пынă. Пуху шутне çемье пуçлăхĕсем кĕнĕ. XIII ĕмĕрте халăх пухăвĕ вырăнне Тĕп Канаш ертсе пырать. XI - XIII ĕмĕрсенче республика кӳршĕсенчен сутăн илнĕ май çĕрĕсем кăштах сарăлнă. XIII ĕмĕрте Сан-Леори Монтефельтро графсем (гибеллинсем майлăскер), Римини хулипе (гвельфсем майлă) хирĕçсе кайнă. Сан-Марино та çак хушша кĕнĕ. С.-Марино Монтефельтро графсемпе килĕшӳ тунă, уншăн вара вĕсене папа Иннокентий IV хытă ятланă. Папсем темиçе хут та Сан-Маринăна тытса илесшĕн тăрмашнă, çапах та ăнăçу тытайман. Малатеста Риминире пуçлăх пулсан республикăшăн пысăк хăрушăлăх пулса тухнă. Унран хӳтĕленес шутпа, Сан-Марино Альфонс V Арагонскипе, Неаполь патшипе килĕшӳллĕ пулнă, вăрçă пуçланса кайсан Малатестăн Фиорентино ятлă питĕ вăйлă замокне çĕнтерсе илнĕ;вăрçă хыççăн замокĕ республика шутĕнче юлнă. Папа Пий II та 1462 çулта, Малатеста хирĕçлĕ вăрçăра та республикăран пулăшу ыйтнă; пулăшу сумлă пулнă, Серравалле, Фаэтано тата Монтеджиардино ялĕсем республикăна кĕнĕ.

XVI ĕмĕрте папăсем темиçе хутчен Сан-Маринăна ют çынсен тыткăна парнеленĕ, анчах та никам та хăй аллине илеймен. 1543 çулта 500 çынлă папа çарĕ, хулана тапăнса кĕрес шутпа çĕрле Титано ту хĕсĕкĕсенче çĕтсе çӳресе ним тăваймасăр каялла таврăннă. Çак юнсăр çĕнтерӳ кунне республикăра паянкун та уявлаççĕ. 1631 çулта кӳршĕ герцогство Урбино папа çĕрĕсем шутне кĕнĕ; çакăнтанпа Сан-Марино йĕри-тавра папа çĕрĕсем çавăрса илнĕ. Папа Урбан VIII республикăн ирĕклĕхĕпе килĕшнĕ, таможня енĕпе çăмăллăх панă (1631). Каярахпа татах хĕрӳçисем тухнă, мĕншĕн тесен С.-Марино Чиркӳ облаçĕнчен таркăнсене пытанса пурăнма вырăн панă. 1739 çулта П. Лолли тата М. Белзоппи санмаринецсем республикăна хирĕç пăлхав çĕклесе халăх пухуне патшалăхăн тĕп ертĕвĕ тума шутланă, анчах та весене вăхăтра аресленĕ. Романьери папăн легачĕ, Альберони кардиналĕ, вĕсене тĕрмерен кăларма хушнă. Республика хушнине каялла тавăрнă. Кун хыççăн Альберони ют çĕршыври санмарин патрициĕсене ареслене, республикăн чиккисене хупнă, çар çыннисемпе Сан-Марино çине кайнă та халăх пулăшнипе ярса илнĕ. Чылай халăхĕ хирĕç пулнă: çынсене собора папăна тупа тума пуçтарнă, килĕшмен пирки темиçе кун хупса лартса выçăпа асапланă хыççăн тупа тунă. Çапах та папа Климент XII кардиналăн ĕçĕсене пăрахăçланă та республикăна ирĕклĕх парнеленĕ.

Сан-Марино революци вăрçисем вăхăтĕнче сыхланса юлнă; Наполеон I те ăна туслах сĕннĕ. Вена конгресĕ республикана пачах тĕкĕнмен.




#Article 525: Андижан пăлхавĕ (145 words)


Андижан пăлхавĕ, — Андижан (Узбекистан) хулинче çĕкленнĕ пăлхав. 2005 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче пуçланнă.

Пăлхава пуçарса яракаĕсем Акрамия тĕн юхăмĕ пулнă. 2005 çулхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕсем Андижан хулинчи тĕрмене тытса илсе хăйсен юлташĕсене ирĕке кăларнă. Вĕсен ĕçĕ питĕ хăвăрт правительствăна хирĕç пăлхав тарин улшăннă. Çынсем пухăнса правительствăна хăй вырăнне пушатма ыйта пуçланă.

Узбекистан правительстви пăлхав сарăлса ан кайтăр тесе çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче пăлхавçăсене хирĕç ШĔМпе çар çыннисене кăларнă. Вĕсем пăлхава пăшалпа персе пĕтернĕ. Официаллă панă даннăйсем тăрăх пăлхава чарнă вăхăтра 170 çын вилнĕ, 500 патне аманнă. Çын прависене хӳтĕлекен организацисем илсе кăтартакан даннăйсем тăрăх вĕсен шучĕ самай ытла пулнă.

Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Андижанран тарнисем Узбекистанпа Киргизи чикки патĕнче вырнаçнă Кара-Суу хулинче пухăнма пуçланă. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Киргизипе Узбекистан пĕр-пĕрин хушшинчи чикке уçма калаçса татăлнă. Каярахпа вара тарма тивнĕскерсене ПНО пулăшнипе виççĕмĕш патшалăха, Румынине куçарнă.

Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче, ирхине Хура Суу хулари лару-тăру лăпланнă.




#Article 526: Нидерландсен патшалăх гимнĕ (106 words)


Хет Вильгельмус (, Вильгельм юрри), — Нидерландсен патшалăх гимнĕ, тĕнчери чи ватă гимнăсенчен пĕри. Ку юрă Орански Вильгельм I çинчен, вăл Орански тиккĕ тата XVI ĕмĕрти нидерландсен революци ертӳçи. Унăн нĕсĕлĕсем — Орански ăрăвĕ — 1815 çултан пуçласа Нидерландсен патша ăрăвĕ шутланать.

Сăмаххисене Испанине хирĕç кĕрешекен нидерландсен революцийĕ вăхăтĕнче, 1568-1572 çулсенче çырнă. Авторĕ Филип ван Маринкс, Синт-Алдегодни лорчĕ пулма пултарать тесе шутлаççĕ.

Тулли тексчĕ вăрăм. Акă ахаль чухне официаллă вырăнта юрлакан пĕрремĕш строфи:
Wilhelmus van Nassauwe
ben ik, van Duitsen bloed,
den vaderland getrouwe
blijf ik tot in den dood.
Een Prinse van Oranje
ben ik, vrij, onverveerd,
den Koning van Hispanje
heb ik altijd geëerd.




#Article 527: Арча (211 words)


Арча (, ) — Тутарстанăн Арча районĕн администраци  центрĕ.

Хула Хусан (Атăл юппи), Хусантан çурçĕр-тухăçалла 65 çм вырнаçнă. Хусан — Ижевск Чукун çул чарăнăвĕ.

Арча хулине вырăс çулçӳревçĕсем 1497 çулта асăнаççĕ. Анчах та Арча хули X - XII ĕмĕрсенче пулнă.
Арча хулине халĕ вырăсла Арск теççĕ. Чылай тĕпчевçĕсем унăн вырăсла ятне кура вăл арсен хули е арсем (удмуртсем) пурăннă вырăнта никĕсленĕ хула тесе шутлаççĕ. Ку вăл пачах та тĕрĕс мар.

Арча - йывăç ячĕ, анчах та вăл, тутар тĕпчевçисем каланă пек, уртăш мар. Арча - уртăш евĕрлĕ урăх йывăç. 

Авалхи Арча хули Хусан шывĕн çӳллĕ çыранĕнче, ту çинче сарăлса илемленсе ларнă. Пĕтĕмĕшпе вăл 24 пин тăваткал метр лаптăк йышăннă. Ăна никĕслекенсем Хусан çырмипе те, çӳллĕ ту чакăлĕсемпе те усă курнă, хăйсен хулине никам пырса кĕреймесле çирĕплетнĕ. Вăл вырăнта çĕр хăпартса тунă çӳллĕ хӳме пулни халĕ те паллă. Хӳмерен шаларах чултан тунă карман пулни курăнать.

Арча хулине тутар-монголсем çунтарса янă пулсан та кайран вăл çĕнĕрен çĕкленнĕ.

Тĕпчевçĕсем çырнипе,  Хусана туртса илнĕ хыççăн та Арча хули таврашĕнче темĕн чухлĕ чăваш ялĕ пулнă. XIX ĕмĕрте чăвашсем тутара тухма тытăнаççĕ. Арча районĕнче халĕ халăх хăйне тутар тет пулсан та, вырăн, çырма-çатра, ял ячĕсем йăлтах чăвашла. Унта Вăрăмçырма, Хураçырма ялĕсем пур. Вĕсенче «тутарсем» пурăнаççĕ. Вĕсем халĕ те ĕнтĕ хăйсен аслашшĕсем тахçан чăваш пулнине аса илесшĕн мар.




#Article 528: Аслă Британи (907 words)


Аслă Британи е Мăн Британи (, тулли ячĕ — Аслă Британи тата Çурçĕр Ирланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăхĕ, ) — Анăç Европăри утравлă патшалăх, тытăм хорми — парламент монархийĕ. Тĕп хула — Лондон. Патшалăх ячĕ акăлчанла Great Britain. Британи — брит йăх этнонимĕ.

Патшалăх çурçĕр-анăç Европăра, Британи утравĕсем ( Аслă британи утравĕ тата Ирланди утравĕн çурçĕр-тухăç пайĕ, Мэн тата Норманди утравĕсем) çинче вырнаçнă, Атлантика океанĕн тата унăн тинĕсĕсен шыв хумĕпе çăвăнать. Çĕр лаптăкĕ 241 пин çм².

Çурçĕр-Анăç Европăри патшалăх, Британи утравĕсем çинче (Аслă Британи тата Ирланди утравĕн çурçĕр-тухăç пайĕнче, архипелагсен чылай пĕчĕк утравĕсем, Норманди утравĕсем), Атлантика океанĕн тата унăн тинĕс шывĕсемпе чӳхенет. Лаптăкĕ: пурĕпе — 244,820 пин км², çĕрпе — 240,590 пин км², шывпа — 3,230 пин км². Аслă Британин чи çӳллĕ вырăнĕ — Бен-Невис хулара (1343 м) — Шотланди çурçĕрĕнче (Грампиан тăвĕсем) вырнаçнă, чи лутри — Фенланд (-4 м).

Çурçĕрте тата анăçра ту çĕр пичĕф — Çурçĕр-Шотланди туçи (1343 м таран), Пеннин тата Кембри тăвĕсем; кăнтăрта тата кăнтăр-тухăçра — сăртлă тӳремсем. Климат вăтам океан çумлă, нӳрĕк. Кăрлачри вăтам температура 3 — 7 °C, утăра 11—17 °C; çулти нӳрĕк 3000 мм анăçра тата 600—750 мм кăнтăр-тухăçра. Паллă юханшывсем: Темза — 334 км, Северн — 310 км, Трент, Мерси — 109 км, Клайд — 170 км. Пысăк кӳлĕсем: Лох-Несс (56 км²), Лох-Ней (лапт. 396 км²). Вăрмансем (бук, юман, хурăн) Аслă Британин 9 % яхăн территорине йышăнаççĕ.

Аслă Британи административлă-политикăллă енĕпе 4 историллĕ провинцине пайланать:

Аслă Британин 4 администрациллĕ политика пайран (историллĕ провинци) тытăнса тăрать:

Аслă Британи пăхăнăвĕнче Британи утравĕсен 3 çĕр тата 14 тинĕсри территори.

Пăхăнуллă территорисем, тĕп хулисемпе:

Халăх йышĕ, ытларах, Европа Пĕрлешĕвне анчахрах кĕнĕ патшалăхсенчен ĕçлеме пыракан иммигрантсенчен тытăнса тăрать. Вĕсене 2004 çулхи çу уйăхĕнче Аслă Британи территорине ĕçлеме килме ирĕк панă. Çĕршывра çуралакансен шучĕ вилекенсенчен ытларах, апла пулин те халăх çутçанталăк йĕркипе ӳсни çеç мар британи халăх йышне хăпартать.:

 

а) Британи тĕнчере чи хăватлă та анлă саралнă колони империйĕ пулнă. Çакăн чухне те британсем хăйсене тĕнчери урăх халăхсенчен уйрăм тытнă.

б) Британин колони политики те, францисен е испансен пек хăйсен колонинчи вырăнти халăха хутăштаракан политикинчен уйрăлса тăнă, вĕсем «Эпир — акăлчансем! Эпир — вырăнти çынсем!» приципа çӳле хунă.

Аслă Британи — парламент монархийĕ, пуçлăхĕ — арăм патша.

Саккун тăвакан органĕ — икĕ палатăллă парламент (Общинăсен палатипе Лордсен палати). Парламент пĕтĕм территорире влаçăн аслă органĕ пулать, Шотландире, Уэльсре тата Çурçĕр Ирландире харпăр ертсе пыракан администраци тытăмĕсем пулсан та. Правительство ертӳçи — Аслă Британи премьер-министрĕ.

Çĕршывăн епле те пулин пĕрлĕ тĕп саккун вырăнĕнчи документ çук, Конституцине те çырса йышăнман.
Халăхпа правительство хушшинчи ĕçсене саккун тăвакан актсем, çырман саккунсем тата конвенцисем йĕркелесе тăраççĕ.

Британи утравĕсене V—VI ĕмĕрсенче англосакссем çĕнтерсе илнĕ. Англие 1066 çулта нормансем ярса илнипе феодаллă пĕрлĕ патшалăх йеркеленсе çитет. XIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче акăлчан парламенчĕ йĕркеленет, сослови монархийĕ пулса тăрать. Тавар-укçа хутшăнăвĕсен аталанăвĕпе çĕр ĕçтĕшĕсен кĕрешĕвĕ (1381 çулхи Уот Тайлер пăлхавĕ тата урăх.) XV ĕмĕрте çĕр ĕçтĕшĕсен пайăр пăханлăхне пуррипе тенĕ пекех пĕтерет. Çав хушăрах çĕр ĕçченĕсен çĕр харпăрлăхĕ пулман, çакна пула вĕсем хăвăрт пролетарине куçаççĕ. Реформаци тапхăрĕнче, 1534 çулта, акăлчан чиркĕвне туса хунă. XVII ĕмĕрти Англи революцине пула капитализм тĕрĕкленет. XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче политик партисем — тори тата виги (XIX ĕмĕрĕн варринче Консервативлă тата Либераллă партисене куçаççĕ) йĕркеленеççĕ. 1707 çулта Шотландире (1649—1651 çулсенче Ирландие пăхантарсан) çирĕпленсен пĕрлешĕннĕ патшалăх Аслă Британи ята тивĕçет. XVIII вĕçĕнче — XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче промăçлăх улшăнăвĕ пулса иртет. Ост-Инди компанийĕ пуян Бенгалие çĕнтерсе илнĕренпе британи колони империне тума пуçлаççĕ. Çак вăхăтри акăлчан инвестицисен виççемĕшĕ индирен тухнă пулнăскерсем. 1830-мĕш çулсенчефабрика ĕç-пуç системи пурнăçа кĕрет. 1830 — 1840-мĕш çулсенче пролетариатăн  пĕрремĕш йышлă юхăмĕ — чартизм — тапранать. 1840-мĕш çулсенче Ирландие выçлăх пырса çапать, миллиона ытла çын инкеке лекет. 1868 çулта тред-юнионсен Британи конгресне никĕслеççĕ. 1900 çулта Аслă Британин лейбористсен партине туса хураççĕ. XIX ĕмĕрте Аслă Британи тĕнчери чи пысăк колони патшалăхĕ (Британи империйĕ) пулса тăрать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче Аслă Британи китлĕре хирĕç коалицин паллă тăмарĕсенчен пĕри пулнă. Британи колони импери арканнипе 1970-мĕш çулĕсен варринелле акăлчансен пĕтĕмпех тенĕ пекех колонисем ирĕклĕхе çĕнтерсе илеççĕ. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи иртсе кайсан Аслă Британи правительствине лейбористсем (1945—1951, 1964—1970, 1974—1979, 1997 хальхи вăхăта) тата консерваторсем (1951—1964, 1970—1974, 1979—1997) ертсе пынă.

Çак экзамена ăнăçлă тытма пулас граждансем валли ятарлă курссем йĕркеленĕ. Саккун тăвакансен шухăшĕпе, çак пĕлӳсем иммигрантсене британи этем пĕрлĕхне хăвăртрах хушăнма, çăв шутра хăйсен прависемпе тивĕçне ăнланма пулăшĕç.

Пĕрлешĕннĕ Патшалăхăн этеплĕхĕ тем тĕрлĕ пуян. Вăл тĕнче этеплĕхĕн сумлă пайĕ пулать.
Аслă Британи хăйĕн малтанхи колонисемпе тачă этеплĕ çыхăну тытать, акăлчан чĕлхи весенче патшалăх челхи шутланать. Юлашки çур ĕмĕрте Британи культурине чылай ӳсĕм Инди субконтиненчĕпе Кариб бассейн патшалăхĕсенчен килнĕ иммигрантсем кӳнĕ. Пĕрлешĕннĕ Патшалăх йĕркеленнĕ тапхăрта унăн шутне кашни хăйĕн уйрăм этеплĕ малтан ирĕклĕ патшалăхсем кĕнĕ.
Наци хаçачĕсем:
The Times, The Guardian, The Independent, The Daily Telegraph, The Observer, The Financial Times, The Daily Express, The Sun, The Mirror, The People.

Англи территоринче патшалăх статусĕллĕ чиркӳ— Англи чиркĕвĕ ĕçлет, унăн пуçлăхĕ — британи монархĕ. Англи чиркĕвĕ — англикан этем пĕрлĕхне кĕрекен вырăнти чиркĕвĕсенчен пĕри, унăн чун-чĕм ертӳçи Кентербери архиепископĕ шутланать.

Тĕпчев ĕçĕсемпе, Пĕрлешĕннĕ Патшалăхра ытларах секулярлă çын пурăнать: халăхăн 38 % çеç Турра ĕненетпĕр тесе хуравлвççĕ («a God»), хотя, по данным Церкви Англии на 2005 год, «72 % населения Англии указали свою религиозную принадлежность как христианскую».

Аслă Британи Хĕçпăшаллă Вăйĕсем ()
Британи хĕçпăшаллă вăйĕсен Тĕп çарпуçĕ британи монархĕ, арăм патша Елизавета II шутланать. Аслă Британи ХВ Хӳтĕлев министерствин Хӳтĕлевтытамĕ куллен ертсе пырать. Британи хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕп ĕçĕ Пĕрлешĕннĕ Патшалăха тата унăн тинĕс çĕрĕсене хӳтĕлесси, Аслă Британи хăрушсăрлăх интересĕсене малалла тăсасси тата тĕнчери мир тăвас ĕç-пуçа пулăшасси. Çаплах Аслă Британи ХВ Çурçĕр Атлантика Патшалахĕсен Ушкăнĕн тата Иракпа Афганистанри опреацийĕсене хастар та пĕрмай хутшăнаççĕ.




#Article 529: Спитаман (263 words)


Спитаман — пирĕн эрăччен IV ĕмĕрте, Тамарислуран икçĕр çул каярах пурăннă. Вăл сăкăтсен чи чаплă, чи маттур çарпуçĕсенчен пĕри.

Сăкăтсем хăйсен патшисене авçын тенĕ. Осетинсен тĕпчевçи В.И.Абаев çырса кăтартнă тăрăх, авçын тесе тата та ĕлĕкрех, Тамарислу вăхăтĕнче амаçынсен патшине е ĕмпӳне каланă. Каярахпа вара авçын сăмах патша пĕлтерĕшĕ ытти кӳршĕ йăхĕсене сарăлнă. Авалхи сăкăтсем хăйсен патшине авçын тенине Б.Г.Гафуров хăйĕн Таджики. Древнейшая , древняя, и средневековая история кĕнекинче те асăнать. Именно так должны были называться женщины-предводительницы сакко-массагетских племен, — çырать вăл. — От них он должен был заимствован в соседние области Средней Азии, но уже в применении к мужчинам-правителям.
Авалхи сăкăтсем чи чаплă авçыннисенчен пĕри — Спитаман. 
Пирĕн эрăччен 329 çулта Александр Македонски Перси патши çарне çĕмĕрсе тăкнă хыççăн сăкăт йăхĕсем çине тапăнса кĕрет. Сăкăтсем пĕтĕм вăйĕсене пухса Спитаман авçын ертсе пынипе македонецсене хирĕç кĕрешеççĕ. Авалхи çыравçă Арриан ĕçĕсем тăрăх сăкăт çарĕсем Спитаман ертсе пынипе Эскемер çарне хальхи Зеравшан шывĕ хĕрринче çĕмĕрсе тăкнине питĕ лайăх курăнать. Нимĕç историкĕ Ф.Альхайм кун пирки çырать: Спитаману удалось того, чего до него сделать не мог никто, он уничтожил в сражении часть македонского войска. Ним тума аптрамипе Эскемер хăй патне тыткăна лекнĕ сăкăтсене вĕлерме хушать. Обреченные на казнь, 30 знатных согдийцев, — çырать авлалхи автор Квинт Курций, — проявили удивившее македонцев самообладание: они шли на смерть с песней. 
Хăйĕн микичĕсемпе, çăмăл утлă çарĕпе, тăшмана кун паман, партизан меслечĕсене усă курса сиен кӳрет.
Пирĕн эрăчченхи 328 çулта Спитаман 3 пинлĕ çарпа Сăкăта таврăнать. Арриан çырса кăтартнă тăрăх, Сăкăтăн мухтавлă çарпуçне çакăнта сутăнчăксем систермесĕр тапăнса тискеррĕн вĕлереççĕ.
Кайран сутăнчăксем Спитаман пуçне касса илеççĕ Эскемере юрас тесе ун патне илсе каяççĕ.




#Article 530: Хăнакур (270 words)


Хăнакур () — хальхи Раççей террииторинчи авалхи грексен колонийĕ. Тăмань çурутравĕнче Керчь кӳлмекĕн çыранĕнче, Гермонассăран çурçĕр-тухăçалла 25 км вырнаçнă. Пантикапей пекех, эллинисен Боспор патшалăхĕн иккĕ тĕп хулинчен пĕрри шутланнă. Висанти империйĕ йышне, каярах Хасар хаканлăхĕ йышне кĕнĕ. Краснодар Енĕн хальхи Сенной паççулки çумĕнчи хулаш ишĕлчĕкĕсем .

Пăлхар-чăваш йăхĕсем Европăна Азирен, хальхи Туранран питĕ авал вăхăтра килсе вырнаçнă. Вĕсем Çурçĕр Кавказпа Танаис (Дон) таврашне килсе тухни пирки эрмен чăнлавĕсенче уçăмлă çырнă. Пирĕн эрăчченхи 127 - 114 çулсенче пурăннă Пĕрремĕш Аршак патша вăхăтĕнчи хроникăрах Çурçĕр Кавказра пăлхар çĕрĕ пулнине каланă. Аршакран маларах пурăннă Вахаршак (пирĕн эрăччен 149-127 çулсенче) патшара ларнă чухнех пулхар, булкар тени пулать.

Н.М.Карамзин хăйĕн История государства Российского кĕнекинче çак тапхăр çинчен çырать: Конец четвертого века ознаменовался важными происшествиями. Гунны, народ кочующий, от полунощных областей Китая доходят через неизмеримые степи до юго-восточной России, нападают около 377 года - на Алан, Готфов, владения Римские, истребляя все огнем и мечом... ужас был их предтечею, и столетний Герой Эрманарих не дерзнул даже вступить с ними в сражение, но произвольною смертию спешил избавиться от рабства...

Хунсем Туранра пурăнакан пăлхар-чăвашсемпе пĕр юнлă, пĕр чĕлхеллĕ халăх пулнă пулас. Вĕсем авалхи пăлхар-чăваш йăхĕсенчен татăлса мал еннелле кайнă ăрусем те пулма пултараççĕ. Пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте авалхи тӳрксен ушкăнне кĕрекен йăхсем (пăлхар-чăвашсем) пурте Туранра пурăннă пулмалла. Вĕсем авалхи грексемпе, перссемпе хутшăннă, Вавилонпа, еврейсемпе, сутă-илӳ тунă. Пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте перссен патшипе Кирпа çапăçнă. Пирĕн эрăччен III ĕмĕрте вĕсем Моте (Модэ) çарпуçĕ ертсе пынипе хăйсен патшалăхне туса хураççĕ. Анчах пирĕн эра пуçланнă тĕле йывăр вăхăтсем çитеççĕ. Вара хунсен хăш-пĕр йăхĕсем кай еннелле, ĕлĕк хăйсен аслашшĕсем пурăннă çĕрелле кайма тытăнаççĕ. Туранри пăлхар-чăвашсемпе пĕрлешсе пирĕн эрăра тата анăçалла тапма, Çурçĕр Кавказа тухма тытăнаççĕ.




#Article 531: Осло (103 words)


Осло () — Норвеги патшалăхăн тĕп хули —  хăй ячĕллĕ фьорд ăшĕнче, виçĕ заливсен — Бьёрквик, Пипервик тата Фронгер — çыранĕнче вырăнланнă.

Çакăнта пурнăç никĕслени 1048 çултанпа паллă, халĕ Кăнтăр Норвегин — Эстланнăн — историллĕ-географи районăн тĕпĕ шутланать. 

Осло «Ло юханшывăн вĕçĕнчи хула» (os — авалхи норвег чĕлхипе «устье», Lo — шыв ячĕ). Çапах та тепĕр тĕслĕ те калаççĕ, Осло ass og lo — «вăрман касăмĕ», е ais— «турă» тата lu — «вăрман», вара «турă вăрманĕ» пулать теççĕ.

Çакăн хуласемпе тăрăхсемпе пĕрле ĕç килĕшӳсем уçнă. 

Тата Осло кашни çул Вашингтон, Лондон, Антверпен, Рейкьявик, Гласгоу, Белфаст хулисем патне раштав уявĕ валли чăрăш ярса парать.




#Article 532: Рига (177 words)


Рига (латыш Rīga) — Латви тĕп хули.

Хулана Тинĕсçум айлăмĕнче Ригав тӳремĕнче, Даугава шывĕ Балтика тинĕсĕн Рига заливне юхса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă. Ригăн историллĕ пайĕ Даугавăн сылтăм çыранĕнче, Рига заливне юхса кĕриччен 10 çухрăмра никĕсленĕ. Кунта хăйăрлă вырăн, тинĕс шайĕнчен 1-10 м çӳллĕ.

Ригăра - тинĕ çывăх пулнипе — лăпкă ăшă та нӳрĕклĕ. Çу ытлах ăшă мар, çумăрлă (вăтам температура - утăри - 16,9 °C; нӳрĕк ӳкни — 85 мм). Хĕлле сивĕ мар, уйăхра 10 хутчен юр-пăр ирĕлет (вăтам температура - кăрлачра — 4,7 °C). Юр çĕре раштав варринче хуплать пуш уйăхĕн варрине çитиччен выртать. 40 % яхăн кунсем çумăрлă, çулта нӳпĕк ӳкни 700—720 мм.

Пĕрремĕш хут хула ятне 1146 е 1156 çулта нимĕç хроникинче асăнннă. Ливон хроникинче Рига вырăнĕ пирки (locus Riga) 1196 çулта çырнă. Официаллă хула пуçламăшĕ 1201 çул — Ригăна пуçласа яраканĕ Бремен нимĕç епископĕ Альберт фон Буксхев(е)ден. 1282 çулта Рига, Любек (нимĕçле Lübeck) тата Висбю хулисем Ганза Сутă-илӳ Пĕрлешĕвне кĕнĕ.

Рига ячĕ — Riika скандинави чĕлхисенче «Пурăнан вырăн» евĕр куçарăнать. Çакă кунта 1201 çулчен скандинави викингĕсем пурăннине пĕлтерет. Анчах тепĕр халап та пур.




#Article 533: Некей (463 words)


Некей, — 1773-1775 çулсенчи хресчен вăрçи вăхăтĕнче чи палăрнă чăваш паттăрĕ. Вăл хальхи Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Хусанушкăнне кĕрекен Хурашаш ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Некее вăйпа тĕне кĕртнĕ пулнă. Хут çинче вăл Михаил Иванов тесе çырăннă. 1774 çулхи утăн 14-мĕшĕнче Емельян Пугачев хăйĕн мĕнпур çарĕпе Атăл урлă Чăваш Енне каçсан, Некей ертсе пынипе пĕтĕм Хусанушкăнне кĕрекен ялсем вăрçа çĕкленнĕ. Часах вара ыти ялсенчен те чăваш паттăрĕсем пуçтарăна пуçланă. Некей тӳрех Пугачев патне каймасть, малтан элчĕсем ярать.

Ку чухне Емельян Пугачев Çĕрпӳ хулине çитсе чарăннă пулнă. Кун пирки В.Д. Дмитриев историк хăйĕн «История Чувашии XVIII века» (XVIII ĕмĕрти Чăваш Ен историйĕ) кĕнекинче те çырать: «В ставку Пугачева на речке крестьяне чуваши привезли двух священников и жаловались на них. По приказанию Пугачева попы были убиты. Сюда же прибыла группа чувашских крестьян с. Хоршеваш Курмышского уезда, направленная их вожаком Михаилом Ивановым (Негеем), чтобы узнать, будет ли Пугачев в Курмыше...»

Некей хăйĕн ушкăнĕпе Çĕрпӳ хулине пынă чух Çулавăç ялĕнче (халĕ Элĕк районĕнчи Урпаш ял тăрăхне кĕрет) Çĕрпӳ хулин вăйпут канцелерин секретарĕ Попов улпут пĕтĕм кил-йышĕпе ун аллине лекет. Вăл питĕ тискер чунлă çын пулнă. Халăх ыйтнипе Некей çавăнтах Попова хăйне, арăмне тата темиçе тарçине çакса вĕлерме хушать.

Çулавăç ялĕнчех Некей патька-патша Салтăкран тухсан Вылпасар еннеле пынине пĕлет. Вара Некей каялла çаврăнса Вылпасара пырать.

Вылпасарĕнчен Некей патька-патша çарĕпе пĕрле Кăрмăшалла кайнă. 

Кăрмăша вĕсем утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче пырса кĕнĕ. Хулари пуçлăхсем тарса пĕтнĕ. Хура халăх патька-патшана вара çăкăрпа-тăварпа тĕлпулу тунă. 

Пугачев хулари мĕнпур тăвара, укçа-тенке таврари ялсенчен пынă чăваш тата вырăс хресченĕсене валеçсе панă. Хăй кунта 5 сехет тăнă. Кăрмăш вăйпучĕ пулма Иван Яковлев казака хăварнă та Улатăр еннеле хускалса кайнă.

Некей çарĕ патька-патша хушнипе çав таврарах юлнă, пĕр пайне Кăрмăшра хăварнă, ыттисемпе чăваш çĕрĕсене кĕрешĕве çĕклеме тухса каять.

Вырăссемпе чăвашсен 300 çынлă çарĕ, Иван Яковлев ертсе пынипе утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Етĕрне хулине тапăнса кĕнĕ. Етĕрнере Кĕтерне патша çарĕ пулнипе каялла чакнă.

Çав вăхăтра Хусантан Чăваш çĕрне патшан пысăк çарĕ килсе çитнĕ. Ăна Мелин вăйпут ертсе пынă. Утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мелин вăйпут хăйĕн çарĕпе Кăрмăша илет те тыткăна лекнĕ хресченсене çакма хушать.

Çак хăрушă хыпара Некей пĕлет, хăйĕн 200 çыннипе утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче каçкӳлĕм Кăрмăш хулине тапăнса кĕрет, анчах та туртса илеймест, тыткăнри чылай юлташĕсене хăтарать çеç. Ун хыççăн вăл çарĕпе Сăр шывĕ еннелле чакса каять.

Вăл Кăрмăш енче терт курнипе аптăраса ӳкмен, чăваш ялесенче 700 çына яхăн çар пуçтарать. Кăрмăшпа Етĕрне патĕнче Алексеев капитан ертсе пыракан майра патша çарĕпе темиçе хут та çапăçать.

Чăваш патшалăх архивĕнче упранакан «Из ведомости Курмышской воеводской канцелярии о разбитых карательными командами отрядах повстанцев в Курмышском уезде» текен чăнлавра та (ф.1274, оп.1, кн.183) çак çапăçу пирки каланă. Некей ертсе пыракан çарĕнче чăнах та 700 çын пулнă. Анчах вĕсем сăнăсемпе, ухăсемпе çеç кăраланнă иккен. Çавăнпа тупăсемпе тата пăшалсемпе кăраланнă майра патша çарне хирĕç кĕрешме вĕсене питĕ йывăр пулнă.

Некей паттăра сутăнчăк пулăшнипе ярса илеççĕ те асаплантарса вĕлереççĕ.




#Article 534: Вильнюс (117 words)


Вильнюс (литва Vilnius, польша чĕлхипе Wilno, белорусла Вільня; 1939 çулчен— Вильно) — Литва республикин тĕп хули.

Хула республикăн кăнтăр-тухăçĕнче (координаты 54°41′ с. ш. 25°17′ в. д. (G)), Вильня (литва Vilnelė) тата Вилия (литва Neris) юханшывĕсем пĕрлешнĕ çĕрте никĕсленнĕ.

Площадь 392 км². 20,2 % общей площади составляют застройки, остальную часть занимают зелёные массивы (43,9 %) и водоёмы (2,1 %).
Хулара Рим католик чиркĕвĕн Вильнюс архиепискатăн тата Вырăс Православи чиркĕвĕн Литвапа Вильньă епархин тĕпĕсем вырнаçнă.

Хулан истори пайĕ — Ватă хула — Тухăç Европăра пысăккисенчен пĕри (360 га) шутланать. Кунта истори çурчĕсем чылай, 1994 çулта хулана ЮНЕСКО пĕтĕм тĕнчери культура кăнарĕсен шутне çырнă (engl. World Heritage List). Европарламент йышăннипе Вильнюс тата Линц Европăн 2009 çулхи культура тĕпĕсем тесе палăртнă.




#Article 535: Пярну (185 words)


Пярну (эст. Pärnu), — Эстонин кăнтăр-анăçра вырнаçнă хули.
Хула курорт, порт шутланать.

Пярну Эстонин тĕп курорчĕ. Балтика тинĕсĕ хĕрриннче, Пярну юханшыв тинĕсе юхса кĕрекен çĕрте вырнаçнă. Хула витĕр Ригăран Таллина каякан çул иртет. Хула урлă тата тепĕр юханшыв, Сауга, Пярну юппи юхать. Рига заливĕн çурçĕр пайĕнче вăрăм та хитре, хăйăрлă пляж пур. Ку вырăна Пярну заливĕ теççĕ. Заливра Кихну ятлă пĕчĕк утрав пур. 1838 çулта кунта пĕрремĕш пансионатсем тума тытăннă.

Таллина çитме — 120 çм майлă, Ригăна — 190 çм яхăн.

Кунта (2004) 45 пин яхăн çын пурăннă, 2005 çулта — 43 528 çын.

Ку пурăнмалли вырăна Тевтон орденĕ 1251 çулта никĕсленĕ. Ганза лига шутне кĕнĕ. Ливон вăрçи хыççăн Швеци аллине куçнă, Çурçĕр вăрçи хыççăн, Ништадт килĕшĕвĕ тарăх 1710 çулта Раççей империне лекнĕ, Пернов ят панă. Кунта Ганнибал Абрам Петрович, А.С.Пушкинăн ватă аслашшĕ, Аслă Петр патша юлташĕ пурăннă. Перновра Ганнибал пурăннине Давид Самойлов сăвăç поэма çырнă. Çакăн хыççăн 200 çул хушши хулара лăпкă пурнăç иртнĕ. Пярну Балтика тинĕсĕнчи вырăссен порчĕсенчен пĕри пулса тăнă, XVIII ĕмĕрте ун урлă тавара Ревель (Таллин) портĕнчен нумайрах туртарнă. 1843 çулта Пярну хӳтĕленнĕ хула пулма пăрахнă, хула курорт еннеле аталанма пуçланă.




#Article 536: Клайпеда (224 words)


Клайпеда (лит. Klaipėda) — Литва хули, республикăн анăçĕнче, Балтика тинĕсĕ Курш заливне куçнă çĕрте вырнаçнă. Литван пăрланман порчĕ тата курорчĕ.

Кунта литовецсем, вырăссем, поляксем, белоруссем тата ыттисем те пурăннă.
Пирĕн эрăри I ĕмĕрте кунта балтсем пурăннă. 1252 çулта нимĕç орденĕн рыцарĕсем Мамельбург карман туса лартнă, хыççăн 1252—1253 çулсенче хула та никĕсленĕ. 1525 çултанпа Клайпеда Прусси кнеçлĕхне пăхăнса тăнă, 1629—1635 çулсенче — Швеци шутне кĕнĕ, 1701 çулта — Прусси патшалăхне. Çичĕçуллă вăрçăра (1757-1762) Раççей империнче шутланнă. 1871 çулта — Германи империне кĕртнĕ.
Версаль мирĕ (1919) тăрăх хулана 1920 çулта Антанта шутне панă. Хулара французсен гарнизонне вырнаçтарнă. 1923 çулта, Германи тата Совет Раççейĕн элчисемпе калаçнă хыççăн, литовецсем пăлхав çĕкленĕ, Франци çар çыннисем хирĕç вăрçман. Нацисен Лигăн элчĕсен Конференцийĕ йышăннипе (Клайпеда конвенцийĕ, 1924). Клайпеда Енне тата портне Литвана тавăрса панă. 1939 çулхи пуш, 22 Германи Литвана хирĕç ультиматумпа Клайпеда Енне каялла пама хушнă, çакăнпа Литван килĕшме тивнĕ.

Европăри хирĕçӳсем Клайпеда халăхĕн тĕрлĕлĕхне кăтартаççĕ. 1910 çулхи нимĕçсен шутлавĕпе, Литван тинĕс хĕрринче 149.766 çын пурăннă, вĕсенчен 67.345 çынĕ (45,0%) литва чĕлхиене тăван чĕлхе вырăнне шутланă. Литовецсем ялсенче çеç нумай пурăннă. 82 пинĕ çын ытла нимĕç чĕлхине тăван челхе вырăнне хунă. Клайпедăра нмиĕçсем чылаях пулнă. Апла пулсан та, хулара литва чĕлхипе латиница тĕпĕпе кĕнекесем пичетлеме тытăннă, вĕсене вăрттăн Литвн ытти çĕрĕсене илсе кайса салатнă. Раççей импери шутĕнчи Литва çĕрĕсенче кириллицăпа çеç усă курнă, латиницăпа пичетлеме чарнă пулнă.

Халĕ хулара (2003):




#Article 537: Савкилта (132 words)


Савкилта (Борис Савельев) — XVIII ĕмĕрти чаплă чăваш паттăрĕ. Вăл, чăналавсем тăрăх, хальхи Пушкăрт Республикин Пишпӳлек чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ. Савкилтан шăпи мĕнле вĕçленни паллă мар. 

Савкилта çинчен пирĕн историк В.Д. Дмитриев хăйĕн История Чувашии XVIII века кĕнекинче уçăмлă çырать: Повстанцы-чуваши храбро сражались при взятии Казани. Крестьянин-чуваш д. Бешпуляк Уфимского уезда Борис Савельев (Савгилда), с самого начала 1774 г. сражавшийся в армии Пугачева, 12 июля, когда пугачевцы отражали в Казани атаки отряда Михельсона, был послан для набора повстанцев в армию повстанцев...
Савкилта тăрăшнипе ĕнтĕ Пугачев Хусан хули патнелле пынă чухне кĕрешӳçĕсен çарне çĕршерен-çĕршерен Чулман Атăл таврашĕнчи чăвашсем хутшăнаççĕ. Çавна шута илсе, Пугачев хăйĕн шанчăклă çарпуçне татах çар пухма хушать. Савкита вара Исхак Ахметов тутар тусĕпе пĕрле Хусан уесне тухса каять... Анчах ăна патша салтакĕсем тытаççĕ. Ăна тискеррĕн асаплантараççĕ, юлашкинчен катăркăна ямалла тăваççĕ.




#Article 538: Таллин (125 words)


Таллин (эст. Tallinn, 1219—1917 çулсенче ним. Reval, вырăс. Ревель, Колывань) — Эстони тĕп хули. Пысăк тинĕс порчĕ.

Таллин Çурçĕр Европăпа, Балтика тинĕсĕн çурçĕр-тухăç хĕрринче, Хельсинки хулинчен 80 çухрăмра вырнаçнă. Хула ĕçмелли шывне пысăк кӳллинчен — Юлемисте —(лапăкĕ 9,6 çм²) илет. Харку кӳлли— пĕчĕкрех (лаптăкĕ 1,6 çм²). Пĕчĕк шыв хула тулашĕнче юхать.
Хула урлă известняк сăмсахĕ туртăнать. Чи çуллĕ вырăнĕ тинĕ шайĕнчен 64 метр çӳллĕшĕнче, Нымме патĕнче, кăнтăр-анăçра пулать.
Çыран хĕрри вăрăммăшĕ 46 çухрăм: кунта 3 пысăк çурутравсем: Копли, Пальяссааре и Какумяэ.

XV ĕмĕр пуçламăшĕнче — XVI ĕмĕрĕн варриччен — авалхи Таллин хулин ылтăн ĕмĕрĕ пулнă: хула Ганза ушкăнне кĕнĕ, Балтика тинĕс тăрăхĕнче питĕ сумлă ятлă шутланнă.

эстонла калаçакансем — 55 % яхăн;
вырăсла калаçакансем — 45 % яхăн.
Хăшĕсем финн, акăлчан тата нимĕç чĕлхисене пĕлеççĕ.




#Article 539: Хаапсалу (138 words)


Хаапсалу (историллĕ ячĕ — Гапсаль (швед. Hapsal, ним. Hapsal). — Эстонин çурçĕр-анăçри хули, Ляэнемаас маакондăн (уесĕн) тĕпĕ. Эстон чĕлхинчен куçарсан «осиновая роща» пĕлтерет.

Халăхĕ йышĕ 15 пине яхăн.

Ӗлĕк çынсем паянхи хула вырăнĕнче 1279 çултанпа пурăнма пуçланă. Ун чухне Гапсаль Озель-Вик епископăн резиденци пулса тăнă, 300 çул хушши нимĕç швед, дани колонизаторĕсен Эстонири никĕсĕ пулнă. Çав вăхăтри çуртсем хула архитектуринче сыхланса юлнă - тĕслĕхрен, Хаапсалу карманĕ, чарăнса тăмалли кил-çурт, кунта 1721 çулта Швеципе Ништад мирĕпе Раççей  империне кĕнĕ хыççăн Аслă Пётр патша чарăнса каннă теççĕ.
Çапах та, 1944 çулченех, кунта балти швечĕсен Эстонири культура кăвайчĕ пулнă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн вĕсене кунтан кăларса янă (депортаци тунă).

Haapsalu linnuse varemed1.jpg|
Haapsalu linnuse kirik 2012.jpg|
Haapsalu linnuse varemed2.jpg|
Haapsalu Maarja õigeusu kirik.jpg|
Haapsalu kuursaal 2012.jpg|
Haapsalu raudteejaama ooteplatvorm.jpg|
Haapsalu raudteejaama veetorn.jpg|
Haapsalu raudteejaama sepikoda.jpg|
Haapsalu raudteejaama ambulants.jpg|
Haapsalu raekoda 2012.jpg|




#Article 540: Кохтла-Ярве (113 words)


Кохтла-Ярве — (эст. Kohtla-Järve) ( 1946 çултанпа) — Эстонири çурçĕр-тухăçри хула.

Кохтла-Ярве Эстонин çурçĕр-тухăçри, Таллинпа Нарва чукун çул çумĕнче. Лаптăкĕ — 46 тв. çм. Ултă пайран тăрать: Ахтме, Ярве, Кукрузе, Ору, Сомпа тата Вийвиконна. Ахтме пайĕ уесĕн кăнтăр енче ларать, ун шутне Ахтме, Пуру, Ийдла тата Таммику çĕрĕсем кĕреççĕ. Çĕр айĕнчен сланец упранăвĕсене тупса кăлараççĕ. Электростанци, стройматериалсен комбиначĕ Кивĕ Ахтме патĕнче вырнаçнă. Ахтмепе Йыхви хушшинче — Ийдла пурăну районĕ.

Кохтла-Ярве хула ятне çур ĕмĕр каялла çеç илнĕ. Çапла пулин те, ку вырăнта çынсем тахçанах пурăннă. 1241 çулта Данин çĕр кĕнекинче Ярве ялĕ (Jeruius) пирки çырнă. Паянкунхи хула пайне — Кукрузе — пĕрремĕш хут 1241 çулта (Kukarus), Сомпа пайне — 1420 çулта (Soenpe) асăннă.




#Article 541: Курессааре (102 words)


Курессааре (Kuressaare) — Эстонири Сааремаа утравĕ çинче вырнаçнă хули, Сааре маакондăн тĕпĕ. Хулара тинĕс гаванĕ тата аэропорт пур.

Хула Рига заливĕн хĕрринче, Сааремаа утравĕн кăнтăр çыранĕнче вырнаçнă.

Хулара 15 пинĕ çын (2004) яхăн пурăнть. Чылайăшĕ — эстонсем, татах вырăссем, украинецсем тата белоруссем (6 % майлă). Çынсем пулă тытса сутас ĕçĕпе, ялхуçалăх ĕçĕпе тата туризм енĕпе çыхăннă.

Паянкунхи Курессааре чиркӳ çыннисен малтанхи карманĕ вырăнĕнче вырнаçнă. Пĕрремĕш хутсенче 1381 çулта палăртнă. 1559 çулта ăна Дани патшалăхне панă, ун хыççăн 1563 çулта ăна хула хартипе тивĕçтернĕ, çапла вара вăл, Рига пекех хула ретне кĕнĕ. Брёмсебрск килĕшĕвĕпе хулана Швеци патшалăх шутне панă. 1721 çулчен çавăнтах шутланнă.




#Article 542: Пелепей районĕ (200 words)


Пелепей районĕ (, ) — Пушкăрт Республикин кăнтăр-анăçĕнче, ытларах çӳллĕ çĕкленнĕ Пăкăльма-Пелепей возвышенности вырнаçнă. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Çĕр лаптăкĕ 

Район тĕпĕ — Пелепей хули, Ĕпхӳне çитме . Ял çыннисен шучĕ (1995) 17.1 пин çын. Районта 106 пурăнан вырăн.

Халăх йышлăхĕ вăтамран — 9 çын/тв.çм. Район çĕрĕсенче хула евĕр посёлок Аксаково(2.9 пин çын) шутланать. Пурăнакансен чылайрахăшĕ вырăссем, тутарсем тата чăвашсем.

Ик юханшыв (юпписем Уçен, Ря), Дёма (юпписем Менеуз, Слак, Курсак) тата Белая (юппи Чермасан).

Çĕр айĕнче кунта нефть (Пелепей, Уçен-Йăван, Илькино, Елизавета упранăвĕсем), акшар (Хĕрлĕ-Шуçăм, Тухушши упранăвĕсем), хăйăр (Алексеево, Сысуй, Пелепей упранăвĕсем), хăйăрлă-грави хутăшĕ (Тузлукуш упранăвĕ), кирпĕч тăмми (Пелепей упранăвĕ) пур. 

Кунта тĕксĕм тата хура-тĕксĕм вăрман тăприллĕ çĕрсем, йӳçĕ мар, карбонатлă тата пĕрпеклĕ хура çĕрĕсем. Районăн 39% лаптăкне вĕрене, çăка, юман, хурăн, ăвăс вăрманĕсем хупланă, тата хушăран хырсем те пур. Пелепей тата Уçен-Йăван вăрман хуçалăхĕсенче горицвет çурхи ту чечекĕн, çу ландышĕн тата ботаника палăкĕсен (300-çулхи тата 90-125-çулхи хырĕсен) çутçанталăк управĕсене йĕркеленĕ. 

Ял хуçалăхĕсем тырă çитĕнтерессипе, сĕт-çу тата аш-какай выльăх-чĕрлĕхĕ, сысна, кайăк-кăвакал ĕрчетессипе палăраççĕ.

Район урлă чукун Самар- Ĕпхӳ -Челепи тата Аксаково-Туймаçи автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Ялсенче 36 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул пур, вăл шутра вăтам шкулсен шучĕ 15; 24 вулавăш, 42 культура керменĕ, 3 пульницă. Чăвашла тухакан Урал сасси хаçат пур.




#Article 543: Салават районĕ (217 words)


Салават районĕ (, ) — Пушкăрт Республикин çурçĕр-тухăçĕнчи районĕ.

Кăнтăрта Челепи облаçĕпе чикĕленет. Района 1935 çулта никĕсленĕ. Лаптăкĕ  Район тĕпĕ — Малояз сали, Ӗпхӳне çитме .

Пушкăртсем, тутарсем, вырăссем чылаййăн пурăнаççĕ.

Çĕрĕсен нумай пайĕ Юрюзань тата Ай шыв уйрăлăвĕнче вырнаçнă. Кăнтăр-тухăç енче Уралăн анăç айăккинчи ту мал çурăмĕсем (Сулей, Башташ) пуçланаççĕ. Кăнтăр-анăçра  Хура ту çурăмĕ тапранса каять, çурçĕр-анăçра — Ӗпхӳ плато. Çӳллĕшĕ  370 м. Çутçанталăк палăкĕсем — Янгантау, Куселяр сероводород çăлкуçĕ, Кургазак çăлкуçĕ, Лаклин пещера. Боксит (Çĕнĕ, Айск), известняк (Мурсалимкин, Чебаркуль, Язги-Юрт), цемент тăмĕ (Çырла), хăйăр-отощитель (Лагеров), хайăр-грави хутăшĕ (Ялан-Куль), агрономи тăпри (Мещегар, Покров) çĕр айĕнчи упранăвĕсем. Торф шурлăхĕсен (Мещегар, Ак-Шишми, Лагеров тата ыттисем те) пĕтĕм çĕр лаптăкĕ .

Районта вăтам-сулхăн çанталăк, нӳрĕклĕ. Хура çĕрсем, кăштах тăварлă, хура-тĕксĕм тата хура çĕр евĕрлĕ вăрман начарланнă тăпрасем. Вăрмансен лаптăкĕ —  (31,6 % районăн çĕрĕсем). Йăвăçлăх пĕтĕм пурлăхĕ — 9 млн. м³ яхăн (çав шутра хурăнсем — 4,5, осины — 1,8, хыр — 1,1, çăка — 0,8 млн. м³). Ялхуçалăх ĕçĕсен шутĕнче  çĕр, вăл шутра сухаласа хуни — 66,9 пинĕ, улăх-çырансем — 26,6 пинĕ, утă çулмалли — .

Районта 49 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 18 вăтам шкулсем; кĕвĕ шкулĕ, Малоязри професси училищи, 25 вулавăш, 48 этеплĕх керменĕ, районăн тĕп тата 4 ял пульницисем, Янгантау курорчĕ пур.

Вырăсла «На земле Салавата», пушкăртла «Юрюзань» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.

Хула евĕр посёлоксем:

Пысăк саласем:




#Article 544: Туймаза районĕ (190 words)


Туймазă районĕ (, ) — Пушкăрт Республикин анăç енчи районĕ.

Анăç енче Тутарстанпа чикĕленет. Района 1930 çулта йĕркеленĕ. Районăн тĕпĕ — Туймаçи хули, Ӗпхӳрен ра вырнаçнă. Çĕр лаптăкĕ —  Район çĕрĕсем Пăкăльма-Пелепей çӳллĕшĕн тĕпĕнче лараççĕ. Çĕр айĕнче нефть, хăйăрсен, гипс, кирпич тăмĕн, агрономи рудисен урпанавĕсене тупса палăртнă. Район анăç енче Ик, кăнтăр енче — Кидаш, варринче тата çурçĕр-анăçра — Уçен шывĕсем юхаççĕ.

Ăшă та типĕ район. Вăрмансенче çăка, клена тата юман, хурăн тата осина тӳпене кармашаççĕ. Вăрмансен лаптăкĕ  (26,5%), ялхуçалăх çĕрĕсем — , çав шутра сухаламалли — , утă çулмалли — , улăх-çарансем — . Районта тырă акса пухаççĕ, пылак кишĕр, çĕрулми, пахча-çимĕçсем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕхсене, кайăк-кăвакала, сыснасене ӳстерсе аш-какай тăваççĕ.

Ялсенче 30.3 пин çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 13 çын/çм².  

Тутарсем, пушкăртсем, вырăссем чылай.

Район шутне Октябрьский хула, 4 хула евĕрлĕ посёлоксем: Кандры, Нижнетроицкий, Серафимовский, Субханкулово кĕреççĕ. Районра 112 ялсем-посёлоксем. Чи пысăк салисем: Дуслык, Кивĕ Туймаçи, Карамал-Губеево.

Район çĕрĕсем урлă Чĕмпĕр - Чышма чукун, Самара - Ӗпхӳ - Челябинск автомобиль çулĕсем иртеççĕ.

Районра 48 анлăпĕлӳ шкулĕсем, çав шутра 22 вăтам шкул; 35 вулавăш, 54 культура керменĕ, ялти пульница пур.
Вырăсла «Туймазинский вестник», тутарла — «Туймазы хэбэрлэре» хаçатсем пичетленсе тухаççĕ.




#Article 545: Ĕпхӳ районĕ (105 words)


Ĕпхӳ районĕ (, ) — Пушкăрт Республикин тĕп хули çумĕнчи районĕ.

Ĕпхӳ районне 1930 çулта йĕркеленĕ. Район тĕпĕ — Ĕпхӳ. Пĕтĕм лаптăкĕ — 

Районра — 56.7 пин (1995) çын пурăннă.

Ялхуçалăх çĕрĕсен лапăкĕ — 68,5%. Ĕпхӳ районĕн хуçалăхĕсенче пахча-çимĕç, сĕт-çу, аш-какай, çăмарта туса кăлараççĕ. Кунта 9 патшалăх тата муниципаллă ялхуçалăх предприятисем, 2 чăх фабрики, 2 агрофирма, вĕренмелле-пăхмалла хуçалăх «Миловское», пăхмалла хуçалăх «Уфимское», агрохуçалăх «Энергетик», 58 хресчен фермер хуçалăхĕсем. Районра 700 яхăн хуçалăх. Пысăккисем: совхоз «Алексеевский», совхоз-завод «Дмитриевский», совхоз «Шемяк», чăх фабрики «Башкирская» и «Уфимская».

Районра 40 анлăпĕлӳ шкул, Юматоври аграри техникумĕ, Михайловри професси училищи.

Район шутне 90 хуласем-ялсем кĕреççĕ. Пысăккисем: Авдон, Дмитриевка, Михайловка, Алексеевка, Булгаково.




#Article 546: Геральдика (127 words)


Геральдика — (лат. heraldus — глашатай), гербсене тĕпчекен, историн пулăшлă уйрăмĕ.

Геральдика патшалăх гербĕ, ăру гербĕ тата урăх гербсем çине мĕнле паллăсене ӳкермеллине тĕплĕн палăртать, тĕрлĕтĕслĕ символсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса парать. Геральдика ĕçĕсем вăтам ĕмĕрсенче, ун чухне çын пирки пĕлмелли техника меслечĕсем çуккипе пуçланса кайнă. Çапла ĕнтĕ геральдика символĕсем ансат вулавлă, ансат ӳкерчĕксемлĕ, пысăк та тĕрлĕтĕслĕ сăрлă пулнă. Çак гербсене анлăн блазон тенĕ (фр. блазон - щит).

Раççее геральдика Анăçран XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче çитнĕ. Пĕрремĕш ун çинчен çырни гербсен пуххи («Титулярник», 1672). Император Пётр I хушнипе 1722 çулта Герольди туса хунă, 1726 çулта Петербург Тĕпчевсен Академинче геральдика кафедрине уçнă. 1797 çулта 20 томлă «Общий гербовник дворянских родов Всероссийской империи» пухса пичетленĕ. Пĕтĕмпе унта 5 пине яхăн герб. Геральдика йăлисене, паллисене XIX ĕмĕрĕн варриинчен пуçласа йĕркелесе пынă.




#Article 547: Мурманск облаçĕ (241 words)


Мурманск облаçĕ — Раççей Федерацин Çурçĕр-анăç федераллă округа кĕрекен субъекчĕ.

Облаç Раççейĕн çурçĕр-анăçĕнче вырнаçнă. Лаптăкĕ 144,9 пин çм². Облаçĕн административлă тĕпĕ — Мурманск хули.
Облаç Кола ӳрутрвĕнче, Çурçĕр поляр унки леш енче ларать. Кăнтăрта Карели Республикипе чикĕленет, анăçра — Норвегипе тата Финляндипе. Шурă тата Баренц тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать.
Авал тахçан Кола çурутравĕ пĕтĕмпех пăрлăхпа витĕннĕ пулнă, кайран çĕр çинче тарăн йĕрсем хăварса, пăрлăх шуçса тухнă, çавăнпа Мурманск облаçĕнче питĕ нумай шывсем (Варзуга, Умба, Нива, Воронья, Кола, Тулома, чи вăрăмми — Поной) тата кӳлĕсем (Умбозеро, Ловозеро, чи анлă лаптăкли — Имандра).
Мурманск облаççĕрĕсенче Хибин тăвĕсем пур, унта кашни çул альпинистсем пуçтарăнаççĕ.

Кăнтăр енче вăтам тинĕслĕ, çурçĕр енче — субарктика климачĕ, ăшă Гольфстрим юхăмĕ пулнипе, çавăн пирки кунта çулĕпех тинĕс шыв çулĕсем уçă. Хĕлле — поляр каçĕсем, çулла — поляр кунĕсем.

Пĕтĕм çĕрĕсенче тундра е хутăш тундра-вăрман, кăнтăр енче çеç — çурçĕр тайги. Йывăçсем облаçĕн çурçĕрĕнче карликлă (хурăн тата осина), кунта чăрăш лайăх ӳсет, хырсем тĕл пулаççĕ, тундрăра мăкпа тата лишайника сарса хунă пекех, çырла та нумай: черника, морошка, голубика, брусника тата клюква питĕ сарăлнă. Чĕрчунсем сахалтарах, шыв фауни çĕр çинчирен темĕн тĕрлĕрех. Тилĕсем, куницăсем, горностаи тĕл пулаççĕ, песец, кашкăр та хура упа, лоси и северные олени, пакшасем тата леммингсем нумай.

Кайăксенчен шурă куропаткăна, поляр тăмине, тетеревсене тата глухарсене курма пулать, вăрмансенче снегири, синицы, свиристели пур. Нумай чарлансем, крачексем тата ытти тинĕс кайăкĕсем.

Мурманск облаçĕнче треска, тинĕс окунĕ, палтус, зубатка, камбала, сельдь пуллисене тытаççĕ. Юхханшывсенче форель пур.

Облаçе 1938 çулхи çу, 28 йĕркеленĕ.




#Article 548: Амстердам (105 words)


Амстердам ( ) — Нидерландсен тĕп хули. Хула Çурçĕр Голланди çĕрĕнче, Амстел шывĕн вĕçĕнче вырнаçнă. Амстердам Çурçĕр тинĕсĕпе каналпа çыхăннă.

Хула çĕрĕн лаптăкĕ — 219,07 çм² (54,09 çм² -шыв).

Хулана 1275 çул тĕлĕнче никĕсленĕ. Хăй çуралнипе вăл шывран сыхланă дамбăна тивĕç пулмалла. Ячĕ те вара çав дамбпа çыхăннă (Dam — нидерланди чĕлхипе — дамба). XV ĕмĕр тĕлне Амстердам Нидерландын сутă-илӳ енĕпе пысăк хули пулса тăнă.

Сакăрвунăçуллă вăрçă вăхăтĕнче Антверпен хула-порт Испани аллине лекнĕ (1585 çул), вара унтан чылай Антверпен сутă-илӳçĕсем тата ремесленниксем, Испани инквизицинчен тарнă темĕн чухлĕ еврей Амстердам хулине пырса ларнă.

Хула витĕр A1, A2, A4, A6, A7, A8, A9 тата A10 автоçулсем хывнă:




#Article 549: Антверпен (141 words)


Антверпен (нидерл. Antwerpen, фр. Anvers) — Бельги хули, Антверпен провинцийĕн тĕпĕ.

Çаплах Фландри çĕршывĕн хули пулать.

Хула Шельда шывĕн икĕ енче вырнаçнă тинĕс порчĕ, тĕнчери вуннăлăх пысăк портсен шутĕнче.

Тĕрĕссĕн хулана хăçан никĕслени паллă мар, çапах та вăл VII ĕмĕрте пулнă. Брюгге XII ĕмĕрте таялнă пирки тата Сакăрвунăçуллă вăрçă хыççăн Антверпен Нидерландсен чи пуянлă сутă-илӳ хули пулса тăрать.

Пысăк промыçлă тĕпĕ: нефтехими, машинă тăвакан тата урăх промыçлăсем, атомлă энергетика.

Антверпен — алмазсене якатас тата сутас енĕпе тĕнчен тĕпĕ шутланать. Сутă-илӳ йăлисемпе, алмазсене якатас ĕçсене еврей ушкăнĕнчи çынсем хутшăнаççĕ.

Çутĕçĕн пысăк тĕпĕ — университет; темиçе аслă шкул.

Хăвăртлă автомагистралсем Антверпена Гентпа, Брӳссельпе, Хасселтпа тата Бредпа çыхăнтараççĕ. Антверпена хăвăртлă чукун çулсен шутне кĕртес енĕпе паянкун кунта ĕçсем тăваççĕ.

Хулари транспорт шутне автобуссем тата çӳлти тата çĕр айĕнчи трамвайсем (антверпенсем хăш чухне ăна «метро» теççĕ) кĕреççĕ. Пулас вăхăтра çĕр айĕнчи трамвая метро шутне кĕртмелле.




#Article 550: Шурту (150 words)


Шурту - Саратов облаçĕнчи ял. Чăвашсем пурăнаççĕ. Чи çывăхри  чăваш ялĕ — Ĕшнеуй. Вăл кунтан икĕ çухрăмра çеç. 

Шурту- самаях пысăк ял, вăл çӳллĕ сăртăн кăнтăр енчи хӳттинче, пысăк мар юханшывăн икĕ çыранĕнче сарăлса ларать. Вăл пысăк, ытти чăваш ялĕсенчен питĕ татăлса, вырăссем хушшинче ӳссе ларнă ял. Ку таврара татах та чăваш ялĕсем пур: Ăвăс, ăна урăхла Аптул теççĕ. Ку ялта пурĕ 68 кил. Вăл Яковлевка текен ялсоветне кĕрет. Касанла ятлă пысăк чăваш ялĕ пур. Унта пилĕкçĕр ытла кил. Шуртупа юнашарах тепĕр пысăк чăваш ялĕ- Ĕшнеуй.

Шуртусем ĕлĕкрен-авалтан Илем шывĕ хĕрринчи ялсемпе çыхăну тытнă. Ку тăрăхри чăвашсемпе пĕрле Шуртусем те питĕ йышлăн куçса кайнă. Çак тăрăхри чăвашсем çинчен Д. А. Архипов Константинопольри чăвашсем ятлă историллĕ повеçре çырса кăтартнă.
XIX ĕмĕрте чăвашсем епле тата мĕншĕн Турцие куçса кайнине И. И. Одюков профессор хăйĕн 1965 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă Чувашские народные песни социального протеста и революционной борьбы кĕнекинче питĕ лайăх ăнлантарса панă:




#Article 551: Гаага (175 words)


Гаага (нидерл. Den Haag / 's-Gravenhage) — Нидерландсен анăçĕнчи хула, Кăнтăр Голанди тĕпĕ. Кунта Нидерланды Патшалăх Ертĕвĕ тата парламенчĕ ĕçлеççĕ, Беатрикс Нидерланды майра патши резиденцийĕ.

Паянхи хула вырăнĕнче Голланди Графĕ Флорис IV 1230 çулта пĕчĕк карман никĕсленĕ. 1248 çулта, Голланди Графĕ Вильгельм II, Рим Патши пулнă хыççăн, хăйăр дюнĕсемлĕ кӳлĕ (халĕ «Дворцовый Пруд» (нидерл. Hofvijver) ятлă) хĕрринче çĕнĕ карман тума тытăннă. Вăл вилнĕ хыççăн, унăн ывăлĕ Флорис V карман туса пĕтернĕ, Рыцарь Залĕ (нидерл. Ridderzaal) ят панă. Рыцарь Залне хӳтĕленмелле çирĕплетнĕ.

XVII ĕмĕрте Гаага халăхĕ 16 000 çына çитнĕ. Çав ĕмĕртех Мауриц тикĕ хула тавра канал чавтарнă. XVIII ĕмĕр вĕçĕнче халăх шучĕ 40 пине çитнĕ, çавна пула çак «ял» Голландири виççĕмĕш пурăну вырăнĕ (Амстердампа Роттердам хыççăн) пулса тăнă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ чух, 1945 çулхи пуш, 3 Британи лётчикĕсем йăнăшпа Безёйденхаут (нидерл. Bezuidenhout) районне бомбăсемпе аркатнă, ун чухне 500 çына вĕлернĕ.

XX ĕмĕрте Гаага татах сарăлнă, юнашар çĕрсен çыпăçтарнă. Лоосдёйнен (нидерл. Loosduinen) ялне 1923 çулта хула шутне кĕртнĕ. 2002 çулта Лейдсендам (нидерл. Leidschendam), Форбург (нидерл. Voorburg) и Рейсвейк (нидерл. Rijswijk) муниципалитетсене Гаага çĕрĕсем çумне хушнă.




#Article 552: Роттердам (121 words)


Роттердам (Rotterdam, нидерландла) Нидерландсен хули.

Маас шывĕ тинĕсе юхса кĕнĕ çĕртре вырнаçнă.
Халăхĕ 600 пин çын (1999).

Роттердам — пысăк транспорт çыххи: 

Хулара музейсем, театрсем, вулавăшсем чылай.

Роттердам — Европăри пысăк порт. 2004 çулта Ази порчĕсем — Сингапур тата Шанхай Роттердам портне кая хăварса тĕнчере мала тухрĕç. 2004 çулхи шутсемпе Роттердам контейнерсем куçарас енĕпе тĕнчере çиччĕмĕш порт пулса тăнă TEU).
Хула Нефтехими промыçлĕпе тата тĕп япаласене куçарма хатĕрлес ĕçĕсемпе тухăç пухать. Портра насыпных, наливных, контейнерпа та ытти куçармалли япаласене как внутри Европейского континента, так и по всему миру. Тинĕс çулĕсемсĕр пуçне, Роттердама автомобиль, чукун çулĕсем чупаççĕ. 2000 çултанпа Германие çитме Betuweroute ятлă хăвăртлă чукун çул тума тытăннă. Маас тата Рейн шывĕсем континентăн шалти районĕсемпе çыхăнтараççĕ. Портăн тухăç енче нефтехими завочĕсем ĕçлеççĕ.




#Article 553: Шанхай (313 words)


Шанхай (кит. 上海, пиньинь Shànghǎi) — Китайăн тата тĕнчери пысăк хули, Янцзы юханшыв вĕçĕнче вырнаçнă.

Шанхай тухăç енче Тухăç-Китай тинĕсĕн хумĕсемпе çăвăнать. Хуанпу шывпа Шанхай иккĕне пайланать. Пысăкраххи — анăç енĕ (Пусси), тухăç енĕ — Пудун — çĕнĕ ĕçлĕ район. Шанхай Чжэцзян тата Цзянсу провинцисемпе чикĕленет.

Çанталăк Шанхайра тăватă сезонтан пулса тăрать. Хĕлле температура 0 °C аяла анать, вăтам температура утăра-çурлара 32 °C. Историре температура минимумĕ −10 °C, максимумĕ +41 °C. Çу пуçламăшĕнче юхтарса çумăрсем çăваççĕ. Çуркунне Шанхайра питĕ хӳхĕм. Çулла кунта, шăрăх та пăчă пулсан та, туристсен шучĕ чылайланать. Урама тухсассăн, çумри тумтира тӳрех тар çапать. Кĕркунне Шанхайра хĕвеллĕ типĕ, çулçăсем юпа уйăхĕнче çĕре ӳкеççĕ. Хĕлле вара кунта тĕксĕм те салхуллă, юр ик-виç хутчен çеç çăвать. Çулĕпе хула çине темиçе тайфун килсе çĕмĕрет. Вĕсем хытă аркатман пулин те, аэропортсене вăхăтлăха хупма тивет.

Финанс ĕçĕсем енĕпе Лондонпа Нью-Йорк хыççăн тĕнчере виççĕмĕш вырăнта.

Хулара паянкунхи çĕнĕ транспорт системи ĕçлет. Шанхай Китайăн ытти пысăк хулисенчен тирпейлĕ урамĕсемпе, таса сывлăшĕпе уйрăлса тăрать. Анчах та тĕнчери ытти мегаполиссемпе танлаштарсан Шанхайра сывлăш тасах мар.

Хулара 1000 ытлашшипех автобус маршручĕсем, 5 метро çулĕсем, 2010 çулчен тата 8 çулсем уса кĕртесшĕн.

Шанхайăн тахçанхи Китайри ватă троллейбус системи: пĕрремĕш троллейбусĕ 1914 çулхи юпа, 15 чупма пуçланă. Ытти китай хулисенче троллейбуссемпе утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче çеç усă курма тытăннă.
Шанхай хулинче икĕ аэропорт: Хунцяо аэропорт тата Тĕнчери аэропорт Пудун. Китайра Шанхайăн икĕ аэропорчĕсен пĕтĕм хăватĕнчен ытларах Гонконга аэропорчĕ çеç. 2002 çултанпа Шанхайра коммерциллĕ тĕнчери пĕрремĕш магнит вăйĕпе чупакан чукун çул пур. Ку çула тата пуйăсне Transrapid (Германи) компанин инженерĕсем шутласа туса лартса панă. Кунта хăвăртлăх рекордне палăртнă — 430 çм/сех. Вăл хуларан Пудун аэропортне (30 çм) 7 мин. 21 сек. пассажирсене леçет. 2010 çулчен çак чукун çула Хунцяо аэропорта çитерме шутлаççĕ, ун хыççăне кăнтăр-анăçаалла — Ханчжоу, Чжэцзян провинцин тĕп хули патне тăсмалла, вара пĕтĕм вăрăммăшĕ 175 çухрăма тăсăлать.

Шанхай малтан пулăçсен пĕчĕк хули пулнă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче хула Китайăн чаплă сумлă хули пулса каять.




#Article 554: Теняк Темейĕ (288 words)


Теняк Темейĕ — чăваш пикĕ, мăн çарпӳ.
Теняк Темейĕ хальхи Шупашкар районне кĕрекен Мăн Пӳкасси ялĕнче пурăннă. Пурнăçне мĕнле вĕçлени паллă мар.

Чăваш Ен Мускав патшалăхне кĕнине икĕ майлă хаклама пулать. Пĕр енчен пăхсан, чăвашсене çакă мăсăльмана тухса тутарланасран çăлса хăварнă. Анчах та тутарсен пусмăрĕ вырăнне вырăссен пусмăрĕ пуçланнă. Пин-пин чăваш паттăрĕ çакна ăнланса илсе анăçран килекен пусмăрçăсене хирĕç кĕрешме тытăннă. Вырăссем те парăмра юлман: текĕрт хыççăн текĕрт Чăваш Ене, Мари Эле кăлара-кăлара янă, вĕсем ялсене çунтарнă, хĕрарăмсемпе çул çитмен пике-хĕрсене пусмăрланă, ачасемпе ватăсене вĕлернĕ. Пин-пин çына тыткăна илсе, Арзамаса хуса кайнă, унта асаплантарса вĕлернĕ. Ун чухнехи вырăс çулçыравĕсенче Арзамас тавра вуншар çухрăмра парăнман чăвашсемпе çармăссене çакса хунă такансем пулнине çырнă. Малтан çак кĕрешĕве чăваш пикĕсемпе турханĕсем, паттăрĕсемпе мăрсисем ертсе пынă, çавăнпа кĕрешӳ вучĕ пĕр самантлаха та лăпланман. Вара Мускав пусмăрçисем урăх çулпа кайма шутлаççĕ: вĕсем пиксемпе турхансене, паттăрсемпе мăрсасене хăйсен майлă çавăрма шутлаççĕ. Çав тĕллевпе вĕсем чĕрĕ юлнă чăваш феодалĕсене çăмăллăх парса, хăйсен патне хĕсмете илме тытăнаççĕ. Çаплп вара чăвашсен чаплă çыннисем, пусмăрçисемпе кĕрешес вырăнне, хăйсем те сисмесĕрех вĕсен тарçисем пулса тăраççĕ. Çулçыравĕсенче кăтартнă тăрăх, чăваш феодалĕсем питĕ ăста çар çыннисем пулнă, вĕсем лайăх кăралланса, утпа, вырăс патшалăхен чиккисене сыхлама тытăнаççĕ е хăйсен çĕрĕнче колонизаторсен ĕçне туса пырса тăван халăхне сутаççĕ. Çавăн пек чăвашсенчен пĕри — Темей. Чăнлавсенче ăна Темей Теняков кнеç тесе çырнă. Çав çулсенче Шупашкар тата Çĕрпӳ уесĕнче чăвашсен паллă феодалĕсен шучĕ çĕр çынна яхăн пулнă.
Анчах çулсем иртнĕçем тăван культура пĕтнĕçем пынине, мусмăрçăсем епле хуçаланнине курни вĕсене ытларах та ытларах кулянтарнă. Вĕсем вара чăтайман, каллех кĕрешӳ çулĕ çине тăнă. Темей те, çав кĕрешĕве хутшăннă. Вăл пысăк çар пухса Çĕрпӳ хулине тапăнса кĕнĕ. Кайран вара Сĕве хулине те кайса çунтарма шутланă. Сĕве патĕнче вара вырăссен аллине лекнĕ. Ăна Мускав патши патне сăнчăрласа илсе кайнă имĕш.




#Article 555: Такана (755 words)


Такана, Takana() — Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕнчи ял. Ялти 103 ҫуртра 153 ҫын пурӑнать.

Кĕçĕн Çавалăн сулахай çыранĕнче вырнаçнă. Шупашкар - Канаш трассăран асфальт çулĕ кĕрет.

Такана ял пулăвне ăслăхра çапла ăнлантарма май пур.

Хальхи хăмла пахчи çумĕпе тăсăлакан айлăк çырмана Рахчавар: раща +вар  теççĕ.

Ку варсенче халĕ ял кĕтĕвĕ çӳрет. Таканасен чи начар, тулăхсăр çĕрĕсем Пӳркеш сăртĕнче  шутланнă. Колхоз тунă тапхăрта инхозсене çак вырăнта çĕр касса панă теççĕ. Ялти ватăсем ун чухнехи такмак йĕркисене халĕ те манмаççĕ-ха.

 
Хыçалти урам хыçĕнчи чи тарăн çырма – Çурт вырăн çырми. Мĕн авалтан ял халăхĕ кăмака тума тăм илме çакăнта çӳренĕ. Ӗлĕкрех чул пӳрт тума чул та кăларатчĕç,халĕ чулĕ пĕтрĕ, - теççĕ ватăсем. 

Улпут тарçине вĕлернĕ çырмана Чура сăрчĕ    чура «раб» + сăрт «холм» тенĕ.

Ял çырмаллă вырăнта ларать пулин те çăлкуçсемпе пуян теме çук. Чи вăйлă та сиплĕ çăлкуç вăл – Чашлама.Аслă çарантан юхса тухса Кĕçĕн Çавала васкать. Ялтан инçерех вырнаçнă пулсан та çынсем Чашлама шывне пураксемпе ăса-ăса кайнă. Таканасем çеç мар, кӳршĕ ялсенчен те сиплĕ шыва ăсма çӳренĕ тет. Халĕ ял халăхĕ шыв ăсма кунта çӳремест. Иртсе çӳрекен çеç ăш хыпсан Чашлама шывне тăраниччен ĕçет. Карланкана хытаракан шыв мар, çемçе шыв теççĕ ватăсем. Çăлкуçĕ халĕ те ĕлĕххи пекех вăйлă тапса тăрать.

Ялта,Çырмакасси урамĕнче, Юççи çăлкуçĕ    антр.  «Люся» çăл куçĕ. Çакăнтах тепĕр çăлкуç  - Тимĕрç çăлĕ пур. Çынсем астăвасса Михаля ятлă тимĕрçĕн кил-çурчĕ те тимĕрç лаççипе юнашарах пулнă, çăлкуçĕ те çумра. Çак çăлкуçсенчен таканасем халĕ те шыв ăсаççĕ.

Хурнуй пуссинче ĕçлесе ăш хыпсан шыв ĕçме Юркка çăлне кайнă. Чи малтан Юркка ятлă чăваш çăл чавса кăларать, пура лартать.Çапла çăлкуç ячĕ те паянхи кунчченех ун ячĕпе çӳрет.

Çавал хĕрне килсе вырнаçнă ял историйĕ хăйне евĕр кăткăс. Ватăсем астăвасса Такана ялĕ халь вырнаçнă вырăнта пулман. Чи малтанах таканасем Хурнуй çумĕнчи çырма пуçĕнче (Вутлан чиккинче теççĕ ватăсем) пурăннă тет.

Анчах пĕррехинче ялта пушар тухать. Ял çумĕнче нимĕнле шыв та пулман пирки халăх вут-кăвара пусараймасть, çапла ял вырăнĕ кĕл купи çеç пулса юлать. Çуннă ял вырăнне чăваш çĕнĕрен кил-çурт çавăрмасть, урăх вырăн шырать. Кĕçех Кĕçĕн Çавал леш енчи (хевел тухăç енчи) сăрта, Йĕрĕх вăрманĕ çумнерех, куçса килеççĕ. Анчах кунта та тĕпленсех лармаççĕ, шыв инçерех пулни шутлаттарать. Сăртран аяларах, лапамра,илемлĕ вырăн асăрханă. Вăйлă çăлкуçĕ те, çумрах Кĕçĕн Çавалĕ те - халăхăн тахçанхи ĕмĕчĕ.

Çапла Чашлама çăлкуçĕ çумĕнчех ял çĕкленет. Питĕ аван, мĕнле вырăн. Савăнса пурăн çеç темелле, анчах ял халăхне инкек ку вырăна куçсан та йĕрлеме пăрахмасть-ха: ачасем шывра путса вилме пуçлаççĕ. Аптранă енне пиччĕшĕпе шăллĕ Кĕçĕн Çавал тăрăх кăшт кăнтăрарах кайса, юхан шывăн сулахай енне, кил-çурт çавăраççĕ. Ку вăл 1800-мĕш çулсенче пулнă пулмалла теççĕ ватăсем.Чашлама çумĕнчи ял çыннисем те çĕнĕ вырăна куçма тытăнаççĕ.

Çĕнĕ вырăнта çĕн пӳрт ĕçкисем пуçланаççĕ. Хăнана пуçтарăннă çынсем яла мĕн ят памалли çинчен тавлашсах калаçнă. Ял çыннисенчен пĕри çапла сĕннĕ: «Çĕн вырăнта, çĕн пӳртре пĕрремĕш парне такана пулчĕ, апла пулсан яла та Такана тесе калас».Пурте çак шухăшпа килĕшнĕ имĕш.

Ял ячĕ пирки халăхра çакăн пек шухăш та пур.Такана ялне виçĕ енчен виçĕ тарăн çырма хупăрласа тăрать.Çӳлтен пăхас пулсан чăн-чăн лаша таканĕ теççĕ пĕрисем,теприсем ӳпĕнтернĕ такана пек теççĕ.Тен,çавăншăн Такана темен-ши?    

Такана ялĕшĕн шкул уçни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнă. Шкула уçма 1913 çулта Земски пухăвĕнче шутланă. Ялти шкул тăватă класлă пулнă.
Ăна 1982 çулта ачасем сахал пирки хупнă. Ачасем Чурачăк шкулне çӳреме пуçланă. Халĕ пирĕн ял ачисене Чурачăк шкулне автобус турттарать.

Ялта пурĕ ултă урам: Хыçалти урам (); Аслă урам  (); Шалтикас (); Çырмакас (); Колхоз урамĕ (); Кукăр урам ().

Такана ачисем Чурачăкри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула вĕренме çӳреççĕ.

Ял халăхĕ мĕн астăвассах вилĕ пытарма Чурачăка çӳренĕ. 1968 çулта çеç таканасене Раççара (ял çумĕнче вăрманта) çăва вырăнĕ касса параççĕ, чи малтан Лукаç ятлă çынна пытараççĕ.

Выльăх çăви Чашлама патĕнче, çӳлерех пулнă. Халĕ унта пытармаççĕ.

Çурт вырăн çырминче çеремлĕрех лапам вырăн пур. Кунта йывăçсем те пулнă тет, халĕ темиçе хурăн çеç ӳсет. Таканасен киремет вырăнĕ пулнă кунта. Ватăсем каланă тăрăх, çак лапама шăпăрпа шăлса тăнă. Инкек-синкек килсе тухсан киремете килсе парне панă, чӳкленĕ.

Чи пысăк чӳксене ирттермелли вырăн Кĕçĕн Çавал хĕрринчи сăрт çамкинче пулнă пулмалла тесе шутлаççĕ ялти ватăсем.

Кашни ял хăйĕн çыннисемпе, вĕсен ĕçĕсемпе палăрса тăрать.

Иван Максимович тата Анфиса Васильевна 6 ача ӳстерсе çитĕнтернĕ. Павлова Дина Ивановна 1946 çулта çуралнă.Канаш медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ, Шăхасан ялĕнче медсестра пулса ĕçленĕ.

Ăна 1980 çулта ЧАССР Аслă Канашĕн Хушăвĕпе политикăпа воспитани ĕçĕнчи пысăк çитĕнӳсемшĕн Хисеп грамотипе тата «Ӗç ветеранĕ»медальпе чысланă.

Вăл халĕ Шупашкар хулинче пурăнать, вĕсем Тамара Семёновнăпа пĕрле икĕ хĕр пăхса ӳстернĕ. Асли университет пĕтернĕ,кĕçĕнни ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлет.

Ăна   1942 çулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче вăрçа чĕнеççĕ.  Вăрçăра 1942-1944 çулсенче Ленинградра çапăçнă. Ăна контузи пулать.  Госпитальте нумай  выртнă. Медальсемпе чысланă: «Ленинграда хӳтĕленĕшĕн», «Çапăçура палăрнăшăн». 2008 çулта çере кĕрет.




#Article 556: Афинянсем (446 words)


Афин (грек. авал. Ἀθῆναι, грек Αθήνα) — Греци тĕп хули, Грецин Аттика облаçĕн тĕпĕ.

Афин тĕп айлăмра — Аттикăра — ларать. Хула пĕтĕм айлăма хупланă, малалла сарăлма çĕр юлман. Çĕрсем кунта чуллă, начар тухăçлă.

Хулара тулашĕсемпе пĕрле 3,7 млн çын пурăнать (500 000 яхăн вăхăтлă пурăнакан иммигрантсем). Ку вăл пĕтĕм Греци халăхĕн виççĕмĕш пайĕ пулать. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн пуçласа 1980 çулчен Афин питĕ хăвăрт ӳснĕ, паянкун вара хула ытла нумай çынлă пулса кайнă. (Европăри чи йывăр тусанлă-хăрăмлă хула шутланать).
 

Хула астуман вăхăтсенчех пуçланса кайнă. Пирĕн эрăччен пĕрремĕш пинçуллăхри грексен цивилизацийĕн Авал Грецире Афин чи сĕмлĕ хула пулнă. Ылтăн емĕрте (пирĕн эрăччен V— IV ĕмĕрсенче). Çак ĕмĕрте Грецири Афин хули — Анăç цивилизацин культурăн тата интеллектуалĕн чаплă тĕпĕ, унăн сăпки шутланнă.
Грек-перси вăрçи вăхăтĕнче пирĕн эрăччен 490 çулта хуларан 40 çухрăмра паллă Марафон çапăсăвĕ пулса иртнĕ, çавăнта афинсем тата платейсем Мильтиад çарпуçĕ ертсе пынипе перси çарĕсене çĕмĕрсе тăкнă. Тепĕр 10 çултан Ксеркс I Афина туртса илсе Акропольти тасалăх вырăнне çунтарса янă, çапах пулин те пирĕн эрăччен 480 çулхи авăн, 20 Саламин патĕнчи çапăçура перссен флотне Фемистокл çапса аркатнă, патши вара тарса çăлăннă. Пирĕн эрăччен 431 çулта. Афин Спартăпа вăрçă пуçланă. Хулара амак (чума) тухнă пирки, афинсем çапăçура çĕнтереймен, вара карманăн хӳтлĕх хӳмисене çĕрпе танлаштарнă (тĕп юлашкисене паян кун та Пирей çыранĕнче тупаççĕ). Малашне Афин аталанса хӳхĕмленнĕ, çутĕç тĕпĕ пулса кайнă.
Пирĕн эрăччен 86 çулта Сулла çарĕсем, темиçе уйăх вăрçнă хыççăн Афин хулине хăйсен аллине илнĕ. Хулана виçĕ кунлăх салтаксене çаратма ирĕк панă. Сулла хулана пĕтĕмпех пĕтересшĕн пулнă, ун патне афин çынннисем пырса, Афин ĕлĕк-авал чаплăлăхне упраса хăварма ыйтнă, вара вăл: «Чĕррисене пурнăç парнелеп вилнисен ячĕпе» тесе килĕшнĕ.
Пирĕн эрăччен 490 çулта Византи империнче Христос тĕнне кĕнĕ май Афинра Философи шкулĕсене хупнă. Малтан культура тĕпĕ пулнă хула, çапла хăйĕн сĕмне-чапне çухатнă, ахаль провинци хули пулса тăнă.
XI—XII ĕмĕрсенче хула çĕнĕрен чĕрелме тытăнать, çак вăхăта Афинăри Византи ӳнерĕн ылтăн ĕмĕрĕ тенĕ. Икĕ ĕмĕр хушшинче кунта нумай византи храмĕсене хăпартнă. Çав вăхăтрах Афин, Коринф тата Фивы пекех сутă-илӳпе пуянланнă та кĕçех супăньпе сăрă тăвакан кирлĕ тĕпĕ пулса тăнă. XIII - XV ĕмĕр сенче Афиншăн Византи, Франци тата Итали рыцарĕсем кĕрешнĕ. 1458 çулта хула Оттоман импери енне таяннă, ун чухне Мехмед II Завоеватель султан. Вăл хулана кĕрсен, авалхи илемлĕхсемпе тĕлĕннĕ, вара ишĕлне çуртсене тĕкĕнме юрамасть тесе уйрăм çирĕп хушу кăларнă. Парфенона хулан паллă мечетĕ тунă.
XVII ĕмĕр вĕçĕнче, Оттоман импери тайăлса кайнă чух, хула халăхĕ хӳхсе пынă, пурнăç начарланса кайнă. Турккă администраци авалхи çуртсене упрама пăрахнă, Парфенонра хĕçпăшал усрамалли тунă. 1687 çулта Афина венециансем хупăрласа илнĕ, хăрамне хытă ишĕлтернĕ: венециансен снарячĕ ӳкнĕ те порох пичкисем сирпĕннĕ.

Греци ЕЭС-а 1981 çулта кĕнĕ. 
Паянхи Афин — питĕ хытă аталаннă мегаполис, кунта тĕреклĕ инфраструктура, антикă палăкĕсем, илĕртӳĕллĕ «каçхи пурнăç» тата чаплă сутă-илӳ тĕпĕсем.




#Article 557: Енпахта (206 words)


Енпахта — чаплă чăваш паттăрĕ. Вăл XVI ĕмĕрĕн вĕçĕнче — XVII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пурăннă.

Енпахтапа Воркодин ертсе пынипе пăлхавçăсем Чулхулана çĕмĕрсе тăкса çунтарса яма шутлаççĕ. 1606 çулта кĕрешĕве тухнă халăхсен пĕрлешнĕ çарĕ вырăс колонизаторĕсен Атăл çинчи тĕпне хупăрласа илет. Хаяр кĕрешӳ икĕ уйăха яхăн пырать. Вырăс çарĕсем Чулхула кремльне питĕрĕнсе лараççĕ... Раштав уйăхĕнче вĕсене пулăшма Мускавран Шуйский кнеç ертсе пынипе çар тупăсемпе килсе çитет. Ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсен икĕ фронтпа вăрçма тивет. Çапла уйăх ытла кĕрешнĕ хыççăн 1607 çулхи кăрлач уйăхĕнче Енпахтапа Воркодин çарĕсем Чулхула патĕнчен чакса каяççĕ.   
Ирĕклĕхшĕн пыракан кĕрешӳ 1608 çулта тата тепĕр хут амаланса каять. Ку кĕрешӳ ытларах хальхи Сĕве, Çĕрпӳ, Шупашкар уесĕсенче пырать. 1608 çулхи раштавра пăлхавçăсем Сĕве хули патне пуçтарăнаççĕ. Вĕсем хушшинче чăвашсем те, ирçесемпе мăкшасем те, çармăссемпе тутарсем те. Вĕсене хирĕç Аçтăрханран таврăнакан Мускав çарĕ тухать. Ăна Ф.И.Шереметьев ертсе пынă. Çав тери юнлă та хаяр икĕ çапăçу пулса иртет: пĕри 1608 çулхи раштав, 22 Шупашкар патĕнче, тепри 1609 çулхи кăрлач, 1 Сĕве хули патĕнче. Анчах ирĕклĕхшĕн кĕрешекенсем пусмăрçăсен çарне çĕнтереймеççĕ.

Çак хаяр çапăçу 1610 çулченех пынă. Чăвашсем те, ирçесемпе мăкшăсем, çармăссемпе тутарсем те ирĕклĕх çĕнтерсе илеймен. Анчах Мускав патшалăх ертĕвĕ Атăлçи халăхĕсене пысăк çăмăллăх памалла пулнă. Çак 5 çул хушши пынă вăрçăра чăваш паттăрĕ Енпахтан ячĕ пĕтĕм халăхшăн чăн-чăн ялав пек пулнă.




#Article 558: Тĕмен (202 words)


Тĕмен (, ) — Тĕмен облаçĕн тĕп хули.

Хула Анăç Çĕпĕрте, Турă шывĕ çинче вырнаçнă. Мускава çитме 2144 çухрăм. Çĕр лаптăкĕ 235 çм². Кунта Çĕпĕрвитĕр магистралĕн чукун çул çыххи, юханшыв порчĕ, тĕнче аэропорчĕ — «Рощино», вырăнти — «Плеханово» пур.

Климачĕ континенталлă, пĕрмай хăвăрт улшăнуллă çанталăк. Вăтам температура кăрлачра −17 °С (чи сивви −49 °С). Вăтам температура утăра +18 °С, чи шăрăххи +38 °С.

Тĕмен Вăтам Азирен Атăлçине пыракан авалхи караван çулĕ çинче ларать. Вăл çулăн пайне «Тĕмен туртăмĕ» тенĕ, уншăн Кăнтăр Çĕпĕрти куçса çӳрекенсем пĕр-пĕринпе ĕмĕр-ĕмĕрĕпе кĕрешнĕ. Шыв çулĕсемпе Тĕмен хули Аякри Çурçĕр тата Инçе Тухăç çĕрĕсемпе çыхăнать. Малтан хулара хĕсмет çыннисем пурăнннă: боярсем, стрелецсем, казаксем. Кунтах 1605 çулта Çĕпĕрти пĕрремĕш Ям слободине никĕсленĕ.

XVIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Тĕмен Раççей Çĕпĕрĕн Китайпа сутă-илӳ тумалли çыхăнăвĕн çыххи пулса тăнă. Хула хăй йышăннă çĕр лаптăкне анлăлатнă. Тимĕрçĕ ĕçĕ, чансем шăратас, сăран промыçлĕ ĕçĕ хăвăрт аталана тытăннă. XIX ĕмĕрте хулан аталану ярăмĕ пуçланать. Çак вырăнтан материк варрине пĕрремĕш çĕруçакансем тухса кайнă, Çĕпĕрти пĕрремĕш пăрахутсем кунтан шыва тухнă, Тĕменре пĕрремĕш православи храмĕсем уçăлнă, чукун çул, шыв пăрăхĕсем хунă, телеграфа ĕçе кĕртнĕ. Паянкунхи Тĕмен — пысăк промыçлă тĕпĕ, тĕпчев, культура тата спорт хули. Юлашки çулсенче хула питĕ хытă улшăнса кайнă. Çĕнĕ микрорайонсем, автомобиль çулĕсем, кĕперсем тунă, урамсене сарлăлатнă.




#Article 559: Саваскей (232 words)


Саваскей — чăвашсен XVIII ĕмĕрти паттăрĕ. Вăл хальхи Элĕк районĕнчи Урмай ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Çитĕнсе çитсен, ăна вăйпа тĕне кĕртнĕ пулас, анчах халăха ирĕксĕрленипе килĕшмен, пусмăрçăсене хирĕç кĕрешме пăрахман. 1768 çулхи утă уйахĕн 13-мĕшĕнче  Элĕк уесĕн хулинчен, Кăрмăшран, Еремей Иванов-Рожановский кĕлĕ вулама килсе çитнĕ. Хăйпе пĕрле вăл Н.Ушков ятлă салтака, Кăрмăш чиновникне В.Шуваева илсе килнĕ. Еремей Иванов-Рожановский вара Элĕкре ĕçлекен, чиркӳре тĕне кĕнĕ Янтуван ятлă чăваша тата Н.Ушаковпа тата В.Шуваевпа пĕрле Урмая ярать, ытти çынсене хăй патне кĕлĕ вулама илсе килме хушать.

Урмайсем уйра ĕçленĕ. Килнĕ çынсем вара вĕсене ĕç пăрахса Элĕкри чиркĕве кайма хушнă:С немалою трудностию соединяя их, объявили им, что приехали для забиранию их к слушанию надлежащего учения в селе Аликово.
Анчах та уйра ĕçлекенсем хресченсем чиркĕве кайма килĕшмен, тарма тытăннă. Чиркӳ çыннисем вунпилĕк çынна вăйпа тытса ирĕсĕрлесех, хĕне-хĕне Элĕк еннелле илсе кайнă. Çав хушăра ял çыннисене пулăшма Саваскейпа Торсай чупса çитнĕ. Вĕсемпе пĕрле тата пилĕк хресчен чупса пынă. Вара вĕсем хуларан килнисене чышса сирпĕтеççĕ те ял çыннисене ирĕке кăлараççĕ. килнĕ. Çапăçу пуçланнине пĕлсе, çакăнта Еремей Иванов-Рожановский хăй те чупса килет. Унпа пĕрле Элĕкри икĕ пачăшкă, тиаккăн, тиачук, Хĕрлĕ Чутай тиаккăнĕпе ун майлă çынсем çăкăнта пуçтарăнаççĕ. Чăн-чăн çапăçу пуçланса каять.

Саваскейпа Торсай ертсе пынă пăлхану пысăк пулмасан та, çакна пĕлтерет: халăх хăйĕн йăла-йĕркине, хăйĕн чун-чĕрине упраса хăварасшăн кĕрешнĕ. Çак çапăçу çинчен В.Д. Дмитриев История Чувашии XVIII века кĕнекинче питĕ тĕплĕн çырса кăтартнă.

Саваскейпа Торсай шăпи малалла мĕнле пулни паллă мар.




#Article 560: Ефимова Серафима Мироновна (340 words)


Ефимова Серафима Мироновна (Миронова), — чăваш радиовĕн чи пĕрремĕш дикторĕсен пĕри. 1917 çулхи утă уйăхĕн 28 Хусан кĕпернийĕн Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕ) Такана ялĕнче çуралнă. 1988 çулхи утă уйăхĕн 27 Шупашкарта вилнĕ. 

Мăшăрĕ — Ефимов Георгий Андреевич

СССР тивĕçлĕ радисчĕ. Çарти хăюлăхпа тавçăрулăхшăн Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ орденне, «Çапăçури хастарлăхшăн» медале, юбилей медалĕсене — пурĕпе вунна яхăн вĕсем — тивĕçнĕ.

Пилӗк ачаллă хресчен çемьинче çуралса ӳсрĕ. Ашшĕ Мирон Иванович Иванов, амăшĕ Фекла Никитична (Хветле) ятлă пулнă. Серафима чи аслă ачи пулнă, кĕçĕнреххисем — Иван, Надежда, Антонина тата Анатолий. Антонина Чулхула ют чĕлхесен институтĕнче пĕлӳ илнĕ, çав тăрăхрах юлнă. Надя, Толя тата амăшĕ Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен çынсене вербовкăпа Калининград облаçне ĕçлеме илсе кайнă вăхăтра, 1946 çулта, унта çул тытнă.

Çавра питлĕ-куçлă, чĕвĕл-чĕвĕл уçă сасăллă, вун çиччĕ тултарнă хĕр артистка пулас ĕмĕт-тĕллевпе Шупашкара çул тытнă. Тĕп хулара Серафимăна ырă кăмăллă пĕр çын, унăн сасă илемлĕхне курса-туйса-ши, ăна Чăваш радиона кĕрсе пăхма сĕнет. Текст вулаттарса тĕрĕслесе пăхнă хыççăн тӳрех диктора йышăннă. Часах малтанхи сăмах çумне «редактор» сăмах та çырса хураççĕ.

Серафима Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă — вăрçă хирне 1942 çулхи ака уйăхĕнче хăй ирĕкĕпе кайнă. Тепĕр çулхи çу уйăхĕччен — вăл Хĕвел тухăç фрончĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен батальонăн сăнавçи, унтан сăнав пункчĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. 1943 çулхи çу-чӳк уйăхĕсенче 103-мĕш артиллери дивизийĕн сывлăшран тапăнасран хӳтĕлекен аслă разведчикĕ тата ытти те.

Çартан таврăнсан Серафима Мироновна тӳрех хăйĕн юратнă ĕçне кӳлĕннĕ. Чăваш радио çуртĕнче кунне ирттернĕ. Халăха чăваш çĕрĕн хыпарĕсемпе паллаштарнă, радио инсценировкăсем ирттерме хутшăннă-пулăшнă. Общество ĕçне те хутшăннă. Уйрăмах Мире хӳтĕлекен фондра хастарлăх кăтартнă. Фондăн республикăри комитечĕн членĕнче вун-вун çул ĕçленĕ. Пурнăç тăршшĕнче Мир фондне пин-пин тенкĕ укçа хывнă. Ӗçне кура хисепĕ теççĕ. Серафима Мироновна Мир фончĕн медальне, ытти наградăна тивĕçнĕ.

Серафима Мироновна Ефимова чĕри 1988 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче тапма чарăннă. Халăх юратнă диктор 71 çул тултариччен пĕр кун пурăнса çитеймен. 

Серафима Мироновна Ефимовăн наградисем тата ытти чылай япали пĕлтĕртенпе Чăваш телекуравĕпе радио комитечĕ йĕркеленĕ музейре упранаççĕ.

Серафима Мироновна Чăваш Радиовĕн чи пĕрремĕш дикторĕсен пĕри. Хăй ĕçепе чăваш диктор искуствине никĕсленĕ. Радиора 35 çул ĕçленĕ. 




#Article 561: Челпир (286 words)


Челпир — пăлхар-чăвашсен чи чаплă, чи маттур патшисенчен пĕри. Вăл 1178 — 1225 çулсенче патшара ларнă. Челпир Шамкун патша мăнукĕ. Челпирĕн ашшĕ — Отек, вăл 1164 — 1178 çулсенче патша пулса тăнă. 1225 çулта çĕре кĕнĕ.

Челпир патшара ларнă чухне Пӳлер хули Атăлçи Пăлхарăн шĕкĕр хули пулать. Çак саманар пăлхар-чăвашсене питĕ йывăр тапхăр тивнĕ. Тухăçра, Керулен шывĕ хĕрринчен çĕкленсе тискер те шелсĕр Чингисхан эшкерĕ анăçалла талпăннă. Монголсем, чăваш-пăлхарсемпе туслă Хорезмшах патшалăхне çапса аркатса, мĕнпур тĕнчене тепĕр майлă çавăрттарса хума хатĕрленнĕ.
Çавăнпа та вăл, çĕршывăн шалти лару-тăрине лайăхлатса çирĕплетес, пĕтĕм йăхсене, ăрăвĕсене пĕрлештерес шухăшпа, пăлхар-чăвашсен авалхи тĕнне ĕненекенсене хĕсĕрлессине пĕтерет. Çапла вара авалхи тĕнĕ, Аслă турă Танкăр çĕнĕрен вăй илет. Çав хушăрах Челпир çĕршывăн чиккине çирĕплетет, хуласемпе кармансен хӳттисене тĕрĕслеттерет, юсаттарать. Вăл хушнипе пĕтĕм Атăлçи Пăлхара темиçе тăрăха пайлаççĕ, çурçĕртен кăнтăралла тăсăлакан сыхлав хӳмисене хăпартаççĕ, канавсем чаваççĕ. Çарне вăйлатать, халăха вăрçă ĕçне вĕрентет.
Челпир вырăс вăйпучĕсемпе пĕр чĕлхе тупма тăрăшать, анчах та вĕсемăна ăнланмаççĕ, пĕрмаях пăлхарсен çĕрĕсене вăрă-хурахла кĕре-кĕре каяççĕ. Челпир çарĕн вĕсене ним юлми çапа-çапа çĕмĕрет.

Монголсене хирĕç 180-200 пинлĕ кăпчăксемпе вырăссен çарĕ тăнă пулсан та, Супутей вĕсене вăрçă ăсталăхĕпе çĕнтернĕ.
Çак Калка çинче çĕнтернĕ хыççăн вĕсем Атăлçи Пăлхар çине тапăнса кĕреççĕ. Çакăн чухне вара Челпир вăрçа хатĕрленни кирлĕ пулать.
Ку вăрçă 1223 çулхи çуркунне пулнă. Пĕтĕм халăх тăшмана хирĕç тăрса тухать. Хĕрарăмсем те çавăнта хутшăнаççĕ.
Чăваш-пăлхарсем тăшмана хирĕç тухса ăна Кĕрнек хули патĕнче кĕтсе тăнă. Авалхи Кĕрнек хули Чĕмпĕр облаçĕнчи Мелеккес районне кĕрекен Кивĕ Сахча ялĕ патĕнче пулнă. Çакăнта вара питĕ хаяр çапăçу пулса иртет.
Пăлхар-чăвашсем хăйсен авалхи вăрçă меслечĕпе усă кураççĕ. Çапăçу пуçлансан каялла чакма тытăнаççĕ. Монголсем хыççăн хăваласа пыраççĕ, хăйсем асăрхамасăрах йĕри-тавра пытанса ларнă  пăлхарсен чи маттур çарĕсен авăр-тамăкне лекеççĕ. Вара Челпир çарçыннисем монголсене шеллемесĕр турама пуçлаççĕ. Супутей çакăнтан хăй аран çăлăнса тарать.




#Article 562: Камай (338 words)


Камай — XVI ĕмĕрте пурăннă чăваш мăрси.
В.Д.Дмитриев профессор çырнă тăрăх, Камай хальхи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялканашне кĕрекен Уплер ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вырăсла ăна Аслă Камай (Большое Камаево) теççĕ. Юнашарах тепĕр ял пур — Кайри Шăнарпуç е Кĕçĕн Камай (Малое Камаево).  Камай мăрса ăçта тата хăçан вилни халлĕхе паллă мар.

Камай малтан Хусан ханĕн чи шанчăклă çынни пулнă. Вырăс чăнлавĕсенче (ПОРЛ тулли пуçтарăвĕ) XIII  тата XX томĕсенче камай мăрса çинчен питĕ нумай çырнине тупма пулать. Унта ăна вырăсла Камай Усеинов тенĕ.
Вырăссем чăвашсемпе тата çармăссемпе пĕрле 1552 çулхи çурла уйăхĕнче Хусана хупăрласа илнĕ. Çав вăхăтрах, çурла, 21 е 22-мĕш кунсенче Хусан карманĕнчен Камай мăрса хăйĕн 7 юлташĕпе тарса тухать те Иван ĕмпӳ патне пырать. Вăл çак Мускав патши чăвашсене тата ытти халăхсене тутарсен пусмăрĕнчен хăтарасса ĕненнĕ пулнă, çавăнпа вăл Хаяр Ивана Хусана хӳтĕлекенсем çинчен хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа парать, ытти чăвашсемпе пĕрле хана хирĕç çапăçасса пĕлтерет. Çакăншăн вара Иван ĕмпӳ Камая тата юлташĕсене парнесем валеçет.
Кайран вара, хулашăн юлашки хут карманăн чуллă хӳтлĕхне кĕрешес умĕн, Камай мăрса, Иван ĕмпӳ хушнипе, чăвашсемпе çармăссен ятлă-сумлă çыннисемпе пĕрле хан патне кайса ăна парăнма ӳкĕтлет. Анчах ханĕ килĕшмест.
Хусана Хаяр Иван çарĕсем тепĕр кунне, юпа, 2 туртса илĕççĕ те пĕтĕм халăха ним шеллемесĕр пĕтерме тытăнаççĕ. Вара Мускав патши патне Арча тăрăхĕн çыннисем, Шемейпе Купиш пыраççĕ, хăйсем ун хӳттине тăрасшăн пулнине пĕтереççĕ. Хаяр Иван вĕсене çăмăллăх парать: ...ясаки на них велел имать прямые, как было при Магододиме царе, и приказал боярину своему Александру Борисовичу Горбатому, а велел их к шерти привести, çырнă чăнлавĕсен пуçтарăвĕнче (ПСРЛ, т.13, с.221, Наука, 1965).
А.Липинский 1886 çулта Санкт-Петербургра пичетленсе тухнă Материалы для географии и статистики России. Симбирская губерния кĕнекере Мускав патши ăна нумай çĕр тата урăх япаласем парнелени пирки çырать.
Камай мăрса Хусана илнĕ хыççăн та вырăссем майлă пулса вăрçа çĕкленнĕ чăвашсене хирĕç çапăçнă. Вăл Тукай мăрсана хирĕç вăрçнă.
Хусан ханлăхĕнче чăвашсем шучĕпе 80-85 % таран пулнă май, вĕсем хăйсен ĕлĕххи патшалăхне чун-чĕрере упраса пурăннă, Атăлçи Пăлхар патшалăхне çĕнĕрен чĕртсе-çĕклентерсе ярас ĕмĕтпе пурăннă.
Камай та çакна кайран ăнланса илнĕ, вара кĕрешӳ элемне улăштарнă, чăваш кĕрешӳçĕсен ретне тăнă.




#Article 563: Грозный (113 words)


Грозный (чечен Соьлж-ГIала — Сунжа çинчи хула) — Çурçĕр Кавказри хула, Чечен Республикин тĕп хули.

Хула урлă Сунжа шыв юхать. 1818 çулта Уйрăмлă кавказ корпусĕн çарпуçĕ инфантери генералĕ Алексей Ермолов хушнипе Грозная карманне никĕсленĕ. Çак карман ту çинчи чеченсене Ханкала ту хушăкĕпе айлăма тухмалли çула хупăрласа тăнă. Карман Сунжăн çирĕплетнĕ хӳтлĕхĕн тăрăхне кĕнĕ. Кунта хĕсметре Михаил Лермонтов тата Лев Толстой пулнă. 1870 çулта хăйĕн стратеги сĕмне çухатнă май Тер облаçĕн хули шутне кĕртнĕ.

Тата КПСС ЦК пĕрремĕш секретарьне Никита Сергеевич Хрущёва кунта килме чĕннĕ; митинг ертсе пыракансем хулари телефонистсене ирĕксĕррĕнех хăйсене Хрущевăн йышăну пӳлĕмĕпе çыхăнтарма хушнă. Çурла, 28 каçхине митинга çар ушкăнĕсен вăйĕпе салатса аркатнă, унта хутшăннă çынсене аресленĕ, кайран вĕсене тĕрмене хупнă.




#Article 564: Алмас (336 words)


Алмас — Атăлçи Пăлхарăн чи паллă патши. Хăш-пĕр çĕрте ăна Эльмуш тесе те чĕнеççĕ.

Р.Г.Фахрутдинов хăйĕн «Очерки по истории Волжской Булгарии» кĕнекинче çапла çырать: «Имя первого официального правителя Волжской Болгарии, по сообщениям Ибн-Русте и Ибн-Фадлана (позднее по Худуд ал-аламу и ал-Бакри), было Алмас».

Малтанласа Алмас та, ашшĕпе пичĕшĕ пекех, авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă. Çавăнпа вăл чăваш халăх асĕнче ырăпа юлнă. Каярахпа вăл пĕтĕм чăваш-пăлхар йăхĕсене пĕрлештерсе çирĕп патшалăх тăвассишĕн тăрăшать. Ку ĕçе тума ăна пĕр турăллă ĕненӳ (тĕн) кирлĕ пулнă. Чылай шутланă хыççăн Алмас ислам тĕнне суйласа илет. Мĕншĕнĕ çапла пулмалла: арапсем, пăлхар-чăвашсем пекех, пĕрмаях хасарсемпе вăрçнă, вара Алмас арапсемпе тусланма тытăнать, вĕсенчен пулăшу пулать тесе шутлать. Вăл Пахтат халифĕ Джавар аль-Мухтадир патне Абдаллах ибн-Башту ятлă е тата Хазарин текен çын урлă çыру ярать. Çырăвĕ халиф патне 921 çулта çитет. 922 çулта Аламас патне Багдадран халифăн элчисем килеççĕ. Элчĕсене Джавар аль-Мухтадир евнухĕ Сусан ар-Раси ертсе пынă. Кунтах халиф патĕнче хĕсметре тăракан çыруçи Ахмед ибн-Фадлан (тулли ячĕ  Ахмед ибн-Фадлан ибн-аль-Аббас Ибн-Рашид ибн-Хаммад) историк те пулнă. Вăл Атăлçи Пăлхар çинчен нумай çырнисем хăварнă. Халиф элчисем Пăлхар хулине Вăтам Ази караван çулĕпе каяççĕ, Нишапур, Мерв хулисем урлă тухаççĕ, Амударья шывне Чарджоу патĕнче каçаççĕ те Бухарана çитеççĕ. Унта каннă хыççăн Арал тинĕсĕн кăнтăр енĕпе окуссем патне çитеççĕ. Окуссен патшин — Этрекĕн хĕрĕ — Алмасăн арăмĕ пулнă. 

Çакăнта каннă хыççăн халиф элчисем Ейĕк шывĕ урлă каçса Сăвар хулине çитеççĕ, кунтан вара Пăлхара инçе мар. Атăлçи Пăлхарта Багдад халифĕн элчисене мĕнле кĕтсе илнине, хăналанине  В.Ф.Смолин тĕпчевçĕ 1921 çулта Хусанта пичетленсе тухнă Чăвашсен тĕп аслашшĕсем кĕнекинче питĕ кăсăкла çырса кăтартать. Кун пирки вырăссен паллă арабисчĕ А.П.Ковалевский Книга Ахмеда ибн-Фадлана тĕпчевĕнче çырать.

Алмас мăсăльман тĕнне йышăнать те хăйне арабла Джавар ибн-Абдаллах (Джавар, Абдаллах ывăлĕ) тесе чĕнме хушать. Хăйĕн вилнĕ ашшĕн ятне те, Шилкка вырăнне Абдаллах ят хурать.

Ахмед ибн-Фадлан пырса кайнă хыççăн Алмас-Джавар нумаях пурăнайман. Вăл 925 çулта çĕре кĕрет. Мĕн пирки вилни паллă мар. Алмас-Джаварăн икĕ ывăлĕ кайран умлă-хыçлă патшара ларни паллă. Ашшĕ вилнĕ хыççăн Атăлçи Пăлхар астулне Хасан-Казан ывăлĕ йышăнать. 930 çулта унăн шăллĕ Микаил Ялкау-Бăлтавар патшана ларнă. 943 çулта вăл вилнĕ.




#Article 565: Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕ (128 words)


Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕ -  муниципалитетăн пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан учрежденисен ĕçне йеркелесе пыракан орган.

Уйрăмсем

Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕ виçĕ уйрăма пĕрлештерсе тăрать:

Пĕлӳ паракан учрежденисем:

Шупашкар хулинче пĕтĕмпе 71 шкул.

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсем:

	

Тулли мар вăтам пелӳ паракан шкулсем:

Тулли мар вăтам пелӳ паракан 25-мĕш шкул

Пуçламăш шкулсем:

Чандровская начальная школа

Начальная школа-детский сад г.Чебоксары (п.Лапсары)

Общеобразовательные учреждения для детей с отклонениями в развитии

Начальная школа-детский сад компенсирующего вида для детей с нарушением речи (Калининский район) 

Начальная школа-детский сад компенсирующего вида для детей с нарушением речи (Московский район) 

Начальная школа -детский сад для детей с нарушением опорно-двигательного аппарата «Надежда» (Московский район)

Специальная (коррекционная) общеобразовательная школа №15

Специальная (коррекционная) общеобразовательная школа №21

Специальная (коррекционная) общеобразовательная школа №32 для глухих, слабослышащих и позднооглохших 




#Article 566: 63-мĕш вăтам шкул (Шупашкар) (103 words)


Шупашкарти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 63-мĕш шкул, — Шупашкарти вĕренӳ учрежденийĕ. Шкул Алькешра вырнаçнă.

Вĕрентӳ программисем:

Пуçламĕш классене вĕрентекенсем :Константинова Марина Павловна, 

Математика

Информатика

Тавралăхри тĕнче

Çутçанталăк пĕлĕвĕсем

Общество пĕлĕвĕсем

Технологи

Ӳнерпе ăсталăх

Аслă классен вĕренӳ планĕ икĕ тĕрлĕ:

Шкул виçĕ хутлă çуртра вырнаçнă. Шкулта компьютер класĕнчен ADSL технологийĕпе Интернета тухма май пур. Вулавăшпа вулав пӳлĕмĕ, 100 вырăнлă столовăй, психологи, логопед, хореографи, шăл сиплемелли, процедурăсен кабинечĕсем пур. Шкулăн волейбол, баскетбол, футбол вăййисене вылямалли лаптăксем, шкул территорийĕнче опытлă ӳсен-тăрансем ӳстермелли вырăн та пур. 2006 çулта «Вĕрентӳ» Наци проекчĕпе шкула биологи кабинечĕ валли вĕренӳ хатĕрĕсен тулли комплектне панă, вĕсен шутĕнче вĕрентекен валли компьютер та пур.




#Article 567: Тинĕс (хунсен çулпуçĕ) (112 words)


Тинĕс — пăлхар-хун йăхĕсен ĕмпĕвĕ.

Ирнак хăй ертсе пыракан йăхсемпе-ăрусемпе мал еннерех, Каспи тинĕсĕпе Атăл еннерех вырнаçать. Тинĕс вара Азов тинĕсĕпе Днепр тăрăхĕнче пурăнма тытăннă пулас.

Кăштах вăхăт иртсен Тинĕс каллех готсене хăй пĕчченех тапăнать, анчах çĕнтереймест. Кун пирки М.И.Артамонов История хазар кĕнекире çырать.

Ку вăхăтра Висанти вăйлансах кайнă. Ромейсен çарпуçĕ Анагаст пысăк çарпа хунсене хирĕç тухать. Тинĕс васкасах хăйĕн шăллĕ  Ирнак патне элчĕсем ярать, хунсен вăйĕсене пĕрлештерме ыйтать. Анчах Ирнак Тинĕсе пулăшаймасть. Вăл Тан енчен тапăнса килекен сарăкăрсемпе килĕшӳ туса пиччĕшне пулăшма каясшăн пулать, çапах та ĕлкĕреймест. 469 çулта хунсемпе ромейсем хушшинче çапăçу пулса иртет. Ромейсем çĕнтереççĕ. Анагаст нукерĕсем Тинĕсе вĕлереççĕ те унăн пуçне касса сăнă çине тăхăнтараççĕ, Константинополе илсе каяççĕ.




#Article 568: Словени (171 words)


Словени Республики (Slovenija), — Тĕп Европăри Альп ту çумĕнчи патшалăх.

Çĕршыв Тĕп Европăн кăнтăр енче вырнаçнă. Анăçра Италипе, çурçĕрте — Австрипе, çурçĕр-тухăçра — Венгрипе, тухăçра тата — Хорватипе чикĕленет, кăнтăр-анăçра Адриатика тинĕсĕн çыранне тухать.

Республикăра тĕрлĕ наци халăхĕ пурăнать.

Хăлăх-çын тăвăрлăхĕ вăтамран — 95 çын/çм². 50% — хулара, ыттисем — ялта пурăнаççĕ.

Официаллă чĕлхе — словен чĕлхи. Венгри çумĕнчи облаçсенче венгр чĕлхи те официаллă тата Итали çумĕнчи облаçсенче итали чĕлхи официаллă чĕлхесем пулаççĕ.

Славян йăхĕсем Словенин паянкунхи çĕрĕсенче VI ĕмĕрте килсе пурнăçа çавăрса янă. VII ĕмĕрте вĕсем Карантани патшалăхне йĕркеленĕ. 745 çулта Карантани франксен протекторатне йышăннă, çав вăхăтрах 1180 çулченех хăйсен хăшпĕр ирĕклĕх йĕркисене çăлса хăварнă. Франксен сĕмĕпе словенсем Христос тĕнне хутшăннă.

Итали 1918 çулта Австри-Венгри импери арканса саланнă май унăн Тинĕсçум облаçне тата Истрăна, çавăн пекех Далмацин пĕр пайне хăйĕн çĕрĕсен шутне кĕртнĕ. Ытти словен çĕрĕсем тепĕр хут йĕркеленнĕ Серби, Хорвати тата Словени патшалăхне хутшăннă, вăл вара 1929 çулта Югослави патшалăхĕ пулса тăнă.
Югослави патшалăхĕ Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче саланнă, Словени вара 1945 çулхи юпа, 29 социаллă Югослави шутне кĕнĕ.




#Article 569: Айтар (116 words)


Айтар, — IX ĕмĕр пуçламăшĕнчи пăлхарсен патши. Айтар пăлхарсене Атăл çине илсе килнĕ. Вăл Кăтра Паттăр тăхăмĕнченех тесе шутлаççĕ. Унăн ашшĕ Тукки пулнă. Тукки 830 çулта вилнĕ.

Ашшĕ вилнĕ çулах Айтар патшана ларнă та 50 çул хушши астул тытса пурăннă.
Пăлхарсем Айтар патша вăхăтĕнчех ислам сĕмне хăй май илме тытăннă пулмалла. Кури Вантер хăйĕн «Чăваш халăх историйĕ» кĕнекинче Айтар патша çинчен питĕ кăсăк хайлав çырса кăтарнă. Айтаран хĕрĕ Туйпике чирлĕ пулнă. Мăсăльман тĕнне вĕрентекен арап ăна мунчара Чулман хуранĕн милĕкĕпе çапăнма сĕннĕ. Çапла тунă хыççăн патша хĕрĕ сывалнă. Çак тĕлĕнтермелли ĕç хыççăн вара пăлхарсем ислам тĕнне тухма пуçланă. Арап тĕнне Айтар вăхăтĕнче тухма тытăнни пирки Испани тĕпчевçи Апу-Хамит Анталуçи те çырать. Вăл 865 çулта вилнĕ пулас.




#Article 570: Боснипе Герцеговина (101 words)


Боснипе Херцеговина Пĕрлĕхĕ, Боснипе Херцеговина (БтХ) — Балкан çурутравĕн варринче вырнаçнă патшалăхĕ. Ун шутне Босни тата Херцеговина Федерацийĕ, Серб Республики кĕреççĕ.

Анăç тата çурçĕр енчен Хорватипе, тухăçран Сербипе, кăнтăр-тухăç енчен Черногорипе чикĕ тытать. Адриатика тинĕсĕ хĕррине пĕчĕк лаптăк çĕрĕпе тухать.
Çĕр лаптăкĕ — 51 пин тв. м. Шĕкĕр хули — Сараево (300 пине яхăн çын). Пысăк хулисем — Тузла, Баня-Лука, Мостар, Зеница. Çĕр-шыв икĕ тăрăха пĕрлештерсе тăрать: Сава шывĕпе унăн юпписен айлăмĕнчи Боснипе кăнтăрарах юхакан Неретва шыв айлăмĕнчи Херцеговина çĕрне.

VI — VII ĕмĕрсенче Босни тата Херцеговина çĕрĕсене славянсем пурăнма килеççĕ. 
XII ĕмĕрте — Босни ĕмпӳлĕхĕ (XIV ĕмĕртенпе патшалăх, Херцеговинăпа пĕрле). 




#Article 571: Украина ялавĕ (245 words)


Украина патшалăх ялавĕ — Украина патшалăхĕн официаллă символĕ (палăртăвĕ). Вăл иккĕ пĕртанлă тăват кĕтеслĕ кăвак тата сарăх сарăллă ярăмсенчен пулать. Анлăлăхĕ вăрăммăшĕ çине 2:3 пек пайланать.

Украина ялавĕ Киев Руçĕ тапхăрĕнчен пуçланать. Христос тĕнне кĕртекен Улатимĕр I кнеçĕн кăвак тата ылтăн тĕслĕ ялав пулнă; Галици-Волынь кнеçлĕхĕн — кăвак тĕс çинче ылтăн арăслан ӳкернĕ.

Украина Халăх Республики тапхăрĕнче патшалăх ялавне геральдика йĕркисемпе шутласа çирĕплетнĕ, çакăн пирки патшалăх гербĕн тĕп тĕсĕ (виççĕ сенĕклĕ е «Виçсенĕк», ылтăн тĕс) çӳлте е сылтăмра вырнаçтарнă, питлĕх тĕсне (кăвак е шупка сăрăллă) аялта е сылтăмра кăтартнă. Çапла ĕнтĕ, УХР патшалăх ялавĕ иккĕ пĕрпек ярăмран - ылтăн (çӳлте) тата кăвак тĕссем - тытăнса тăнă. Çакăнтан вара ялава «жовто-блакитний» (сарăх-шупка) теççĕ. Анăç Украина Халăх Республикин ялавĕ хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ пулнă.

Паянкунхи геральдика шупка тата ылтăн тĕссене уйрăм тĕс вырăнне хумасть, вĕсене кăвак тата сарăъ тĕссен çумĕсем тет.

Украинăна Германи оккупациленĕ чухне Украина Райхскомиссариачĕн территоринчи хуласемпе ялсенче сарăх-кăвак ялава хăпартнă. Полицайсем хулă çине те çакăн пек ярăм татăкĕсене çыхса çӳренĕ. Нимĕç оккупаци влаçĕсем нихçан та официаллă Украина наци символĕсемпе усă курма ирĕк паман пулин те, çакăн пек япаласем çине ытлах хирĕçлемен. 

ОУН ялавĕ çинче (А. Мельник фракцийĕ) ярăмĕсене урăхларах вырнаçтарнă: çӳлте - кăвак, аялта - сарăх тĕссем. Çак ялавах Т. Бульба-Боровец юлташĕсем те çĕкленĕ. С. Бандера фракци хĕрлĕ-хура ялавпа çӳренĕ.

Хальхи тапхăрти украинсен ялавне УХР ялавĕн тĕсĕсене ылмаштарса хатĕрленĕ, вăл геральдика йăлине пăхăнмасăр, аллегори евĕрлĕ кăвак тӳпе айĕнчи тулă уйĕ тĕсĕсене пĕлтерет. Çапла пулин те, Украина патшалăх ялавне туса кăларнă чух çӳлти ярăмне шупка тĕслĕ сăрлаççĕ.




#Article 572: Нева (юханшыв) (133 words)


Нева — Ленинград облаçĕнчи тата Санкт-Петербургри юханшыв, Балтика тинĕсĕн Фин заливне Ладога кӳллипе  çыхăнтарать.
Ячĕ фин чĕлхинчен Nevajoki, Nevajärvi (neva — шурлăх,  шведла — ny) пуçланнă. Вырăсла — Нева, халăх этимологипе «Çĕнĕ (шыв)». (Фасмер). Пĕрремĕш хут — Житие Александра Невского (XIII ĕмĕр) — асăннă.
Нева тăршшĕ — 74 çм (тинĕсе çити тӳррĕн — 45 çм), çав шутра Санкт-Петербург тăрăх — 28 çм. Вăтам анлăлăхĕ — 400—600 м, чи анли — 1200 м (Нева хапхисем патĕнче), чи тăвăрри — 210 м (Иванов порогĕсем патĕнче). Вăтам тарăнăшĕ 8—11 м, чи тарăнни — 24 м (Литейнăй кĕперĕ патĕнче). Пысăк шыв магистралĕ, Атăл-Балтика тата Шурăтинĕс-Балтика шыв çулĕ.

Неван 42 утравĕсем çинче Санкт-Петербург хули вырнаçнă.

Васильев утравĕ (1050 га); 
Петроград утравĕ (570 га); 
Крестов утравĕ (420 га); 
Декабристсен утравĕ (410 га). 
Татах Мулкач, Елагин тата Чуллă утравсем пур.




#Article 573: Алапӳ историйĕ (112 words)


Алапӳ — пăлхар-чăвашсен паянкуна упранса юлнă авалхи хуласенчен пĕри. Халĕ ăна вырăсла Елабуга, тутарла — Алабуга теççĕ.

Алапӳ хулине X ĕмĕрте Алмас патша никĕсленĕ пулас. Унăн ислам тĕнĕпе пурăнакан Ибрагим патша мăнукĕ вара 985 çулта чуллă çыранра çирĕп кермен тума тытăннă. Ăна Аламир-султтан тенĕ. Аламир-султтан — Ибрагимăн юратнă мăнукĕ.
Маларах кунта авалхи тĕнпе пурăнакан пăлхар-чăвашсен кĕлĕ вырăнĕ пулнă теççĕ. Кун пирки Альфред Халиков хăйĕн Новое открытие Елабуги статьинче çырать. Ку статья Известия Татарстана хаçатра, 180 (451) номерĕнче пичетленнĕ. XIV ĕмĕрти паллă мар çыравçă çапла çырнă: Бес невкоем улусе казанском мал градец пуст, да брезе высоци Камы реки стоя, его же Русь именует бесовские градище... И то бе еще старых болгар мольбище жертвенное...




#Article 574: Çуллахи вăхăт (137 words)


Çуллахи вăхăт, — ку вăхăт тăрăхĕнче йышăннă вăхăта пĕр сехет маларах куçарнă вăхăт. Хăш-пĕр чухне ахаль вăхăта «хĕллехи вăхăт» тесе калаççĕ, анчах та ку термин тĕрĕс мар.

Çуллахи вăхăта çутатма усă куракан электроэнергине перекетлемешкĕн усă кураççĕ. Пĕрремĕш хут ку вăхăта Аслă Британире 1908 çулта хута кĕртнĕ. Раççейре пĕрремĕш хут ку вăхăт çине 1917 çулхи утă уйăхĕнче куçнă. Çапла вара ку вăхăта 1930 çулчен усă курнă. Халком канашĕн Декречĕпе йышăннине пула ăна «Декрет вăхăчĕ» тенĕ.

Хальхи вăхăтра çуллахи вăхăтпа АПШра, Канадăра, Европăри патшалăхсенче, Раççейре, Австралире, Çĕнĕ Зелендире, Парагвайра, Бразилире, Чилире усă кураççĕ. Экватора çывăх вырнаçнă патшалăхсенче ку вăхăтпа усă курмаççĕ.

Раççейре тата Европăри патшалахсенче çуллахи вăхăт çине пуш уйăхри юлашки вырсарникун 2 сехетре куçаççĕ, сехет сăннине 1 сехет малалла куçараççĕ. Ахаль вăхăта вара юпа уйăхри юлашки вырсарникун 3 сехетре куçаççĕ. Ун чухне сехет йĕппине пĕр сехет каялла куçараççĕ.




#Article 575: Балкан çурутравĕ (198 words)


Балкан çурутравĕ — Европăн кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă.

Лаптăкĕ — 505 пин тв. çм. яхăн. Кăнтăр-анăç, кăнтăр тата кăнтăр-тухăç енĕсенчен Вăтаçĕр, Адриатика, Ионик, Мрамор, Эгей тата Хура тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать. Çурутравăн çуранĕнĕсем хытă пайланнă, уйрăмланнă. Рельефĕ нумайрах туллă (Стара-Планина, Родопы, Динар туçи, Пинд).
Çурутравăн çурçĕр енĕн чиккисем Дунай, Сава тата Купа шывсем тăрăх пыраççĕ, Купа пуçĕнчен вара Кварнер заливне çитеççĕ.
Балкан çурутравĕ çинче Албани, Болгари, Босни тата Герцеговина, Греци, Македони, Румыни, Серби, Черногори, Турци, Хорвати, Греци, Кипр, Румыни, Болгари çĕршывĕсем вырнаçнă. Вĕсем пурте Европа Пĕрлелĕхне кĕреççĕ. Турци, Греци, Болгари тата Румыни НАТО (ÇАПУ) Çурçĕр Атлантика Патшалăхĕсен Ушкăнне хутшăннă.
Балкан çурутравĕн çĕрĕсенче транспорт магистралĕсем выртаççĕ, вĕсем Анăç Европăна Кăнтăр-Анăç Азипе (Кĕçĕн Ази тата Çывăх Тухăç) çыхăнтараççĕ.
Кунта чылай авалхи культурăсем тата цивилизацисем пуçланса аталаннă.

Çурçĕрте тата çутутравăн тĕп çĕрĕсенче — тӳлеклĕ континенталлĕ климат (юрлă хĕлсем, шăрăх та типĕ çусем, вăтам температура утăра — 22°С, кăрлачра — -1 °C, тӳремре -5 °C тусем çинче), кăнтăрта тата анăçра — вăтамçĕр тинĕс субтропикĕ, çемçе хĕл (вăтам температура утăра — 26°С, кăрлачра — 10°С). Тусем çинче çӳллĕлĕхлĕ уйрăмлăхсем. Анăç енче питĕ нӳрĕклĕ (пĕр çулта нӳрĕк ӳкни — 5000 мм), тухăçра тата кăнтăрта нӳксем чылай сахал, хăш чухне вĕсем пĕр çулта 500 мм та çитмеççĕ).




#Article 576: Африка (922 words)


Африка — Вăтаçĕр тинĕсĕн тата Хĕрлĕ тинĕсĕн кăнтăр енче, Атлантика океанĕнчен тухăç енче тата Инди океанĕнчен анăç енче вырнаçнă континент.

Лаптăкĕ — 30 065 000 çм², е Çĕр çинчи 20,3 % пайĕ. Африкăра 800 млн. яхăн çын пурăнать.

Иккӗмӗш материк Еврази хыҫҫӑн тӳремре Вӑтаҫӗр тинӗспе, Ҫурҫӗр — хӗвелтухӑҫ енчен, Атлантика океанӗпе анӑҫ енчен тата кӑнтӑр енчен Инди океанӗпе ҫӑвӑнать. Африкӑра Ҫавӑн пекех Африка материкӗнчен тата ҫыран хӗрринчи утравсенчен тӑракан ҫуттӑн пӗр пайне калаҫҫӗ. Африка лаптӑкӗ утравсемсӗр пуҫне 29,2 млн млн кумпа танлашать, утравсемпе — 30,3 млн млн яхӑн[3] 12, ҫапла Вара ҫӗр ҫийӗнчи пӗтӗмӗшле лаптӑкӑн 6 проценчӗ тата типӗ ҫӗр ҫийӗн 20,4% чухлӗ. Африкӑра 55 патшалӑх вырнаҫнӑ.

Африкӑра миллиард ытла ҫын пурӑнать. Африка этемлӗх сăпки шутланать: шӑпах ҫакӑнта чи авалхи гоминидсен тата вӗсен пӗр шухӑшлӑ асаттесен чи авалхи йӑлисене, Ҫав шутра сахелантропсен, Avstralopitecus africanus, A.afarensis, Homo erectus, H. habilis тата H. ergaster.

Африка континенчӗ урлă экватор каҫать, кунта климат зони нумай; ку вӑл ҫурҫӗрти субтропик климатӗнчен пуҫласа субтропи енӗпе кӑнтӑрти пӗртен-пӗр континент. Пӗрмаях хупӑрласа илнипе тата шӑварӑнса тӑнӑран — ҫавӑн пекех ту — сӑртлӑ тытӑмсемпе шывлӑ горизонт евӗр-климата хӑй тытӑмлӑн йӗркелесе пынипе ниҫта та, ҫырансемсӗр пуҫне, урӑх никам та сӑнаманпа пӗрех.

Африкӑри культура, экономика, политика тата социум йывӑрлӑхӗсене тишкерекен ăслăха африканистика теççĕ.

Ҫурҫӗр — Бланко сăмсахĕ (Бен-Секка, Рас-Энгела, Эль-Абъяд) 

Кӑнтӑр-Игольный сăмсахĕ (Агульяс) 

Хӗвеланӑҫ — Альмади сăмсахĕ 

Хӗвелтухӑҫ- Рас-Хафун сăмсахĕ 

Чи малтан афри сӑмахпа авалхи Карфаген ҫыннисем хуларан инҫех мар пурӑнакан ҫынсене палăртнӑ. Ҫак ят Финикири afar (тусан) тенине пӗлтерет. Римлянсем Карфагена ҫӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Африкӑри провинцие (лат) тенӗ. Africa). Каярахпа Африкӑна ҫак континентӑн паллӑ регионӗсем те, каярахпа континентрисем хӑйсем те чӗнме пуҫланӑ. Тепӗр теорипе, афри халӑх ячӗ берберски ifri-мӗш, ҫӗр хӑвӑлӗ, ҫӗр хӑвӑлӗнче пурӑнакансем пирки каланӑ. Каярахпа ҫак вырӑнта мăсăльман провинцийӗ ифрик провинцийӗ те ҫак тымара хӑйӗн ятӗнче упраса хӑварнӑ.

Топонимран тухнӑ ытти версисем те пур.

Мезозой эри пуçламăшĕнче — Африка ун чухне пĕрлĕ Пангея континента кĕнĕ — тата триас тапхăрĕн вĕçĕнче çак регионта тероподсемпе ахаллĕ кайăк-кĕшĕк хуçаланнă. Ирттернĕ археологи ĕçĕсем триас тапхăрĕн вĕçĕнче материкăн кăнтăрĕнче, çурçĕртипе танлаштарсан, чĕрчун нумайрах пурăннине кăтартаççĕ.

Африка этемĕн тӑван ҫӗршывĕ шутланать. Кунта авалхи Homo йышĕн шăммисене тупнă. Ҫав йышăн сакӑр тӗсĕнчен пӗр тĕсĕ кăна — 1000 яхăн ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын — сыхланса юлнă, 100 000 ҫул каялла Африка территоринче сарăлнă. Африкӑран вара ҫынсем Азие (60 — 40 пин ҫул каялла), унтан Европӑна (40 пин ҫул каялла), Австралипе Америкӑна (35 -15 пин ҫул каялла) куҫса кайнӑ. Этемлӗхӗн авалхи ӗҫ-хӗлӗн йӗрӗсене Сири çесенхирхирĕнче тупнă, вĕсем Эфиопире тупнӑ авалхи япаласенчен пӗр хут ҫурӑ хушă тенӗ пекех аслăрах. 

Гобире тупнӑ, пирӗн эрӑчченхи 150 пин çул каялла тунă керамика савӑчӗсем, тавлашуллӑ шутланаҫҫӗ.

Археологсем тупнă питĕ авалхи япаласем (пирĕн эрăччен 13-мĕш пинçуллăх) Африкăра тырпула тирпеленине кăтартаççĕ. Сахарăра (пушхир пулса кайиччен) выльăх-чĕрлĕхе ĕрчетме пирĕн эрăччен 7500 çул тĕлнелле, Нил таврашĕнче ял хуçалăхне йĕркелеме пирĕн эрăччен 6-мĕш пинçуллăхра, тытăннă.

Ун чухне пулăхлă пулнă Сахарăра пулăçсем, сунарçăсем чылай пурăннă, çакна археологи артефакчĕсем кăтартаççĕ. Мĕнпур Сахарăра (хальхи Алжир, Ливи, Икĕпат, Чад тата ур.) пирĕн эрăччен 6000 çул — VII ĕмĕр тапхăрпа палăртнă нумай петроглиф тата чул касса çырнисене тупнă. Çурçĕр Африкăри чи паллă палăк — Тассилин-Аджер платовĕ.

Сахӑр палӑкӗсен ушкӑнӗсӗр пуҫне живопиҫӗ те ҫавӑн пекех ЮАРТА та тӗл пулать (авалхи ӳкерчӗксене пирӗн эрӑчченхи 25-мӗш пин ҫуллӑх хушса параҫҫӗ).

Лингвистика хыпарĕсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: банта чĕлхипе калаçакан этноссем (коса, зулу тата ур.) кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле куҫнӑ, унта вĕсем койса йăхӗсене (бушменсем, готтоттсем тата ур.) хӗссе пынӑ. Банта йăхĕсем пурăннă вырăнсенче Африкăри тропикра ӳсекен тӗштырӑ культурине, ҫав шутра маниоку тата ямс, тупса палӑртнӑ.

Хăшпĕр этнос ушкӑнӗсем халĕ те (сӑмахран, бушменсем), темиҫе пин ҫул каярах хӑйсен мӑн аслашшӗсем пурăннă пекех, сунара çӳреççĕ, çутçанталăкри çимĕçе пуçтараççĕ.

Африкăри патшалăхсем ирĕклĕхшĕн кĕрешнĕ тапхăрта нумайăшĕ тĕрлĕ сăлтава пула (сецесси, пĕрлешĕнни, режима улăштарни е суверенитета илни) хăйсен ятне улăштарнă. Африка евĕрлĕхне кăтартас тĕллевпе Африкăри харпăр ятсене (патшалăхсен, пайăр çынсен) африканизациленĕ.

Африкӑра 55 ҫӗршыв тата палламан патшалӑхсем хӑйсене тӗрӗслесе пӑхнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ европӑри патшалӑхсен колонийӗсем нумай вӑхӑт хушши пулнӑ тата XX ӗмӗрти 50-60-мӗш ҫулсенче кӑна никама пӑхӑнманлӑх тупнӑ. Унччен Египет (c922), Эфиопи (вӑтам Ӗмӗрсенчен Пуҫласа), Либерия (1847 ҫултан пуҫласа) тата КӐНТӐР (1910 ҫултанпа) ҫеҫ пӑхӑнман; КӐНТӐР тата Кӑнтӑр Родезире (Зимбабве) XX ӗмӗрӗн 80-90-мӗш ҫулӗччен апартеид режимӗ, дискриминаци халӑхӗн тымарӗ упранса юлнӑ. Хальхи вӑхӑтра африка ҫӗршывӗсенче нумай ҫӗршывра режимсем, халӑхпа ҫыхӑннӑ дискриминацисем тытса тӑраҫҫӗ. Тӗпчев организацийӗ Freedom House пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки ҫулсенче африкӑри нумай ҫӗршывсенче (сӑмахран, Нигерире, Мавритранире, Сенгалта, Конго (Киншас) тата Экваториллӗ Гвинейӑра) авторитаризм еннелле демократилле ҫитӗнӳсенчен пӑрӑнасси йӑлана кӗнӗ.

Кунта икĕ раса халăхĕ тĕл пулать: негр евĕрлисем — Сахарăран кăнтăралла, европа евĕрлисем — çурçĕр Африкăра (арабсем) тата КАР (бурсемпе акăлчан-кăнтăрафриканецсем). Африкăра пурĕ 56 çĕршыв. Вĕсенчен чылайăшĕ Европа патшалахĕсен колонисем пулнă, ирĕклĕхе XX ĕмĕрти 50-60-мĕш çулсенче çеç çĕнтерсе илнĕ.

Унчен ирĕклĕхе Египет (1922), Эфиопи (1941), Либери (1847) тата Кăнтăр Африка Республики (1910) тухнă пулнă.
Континентăн çурçĕрĕнче Испани çĕрĕсем — Сеута, Мелилья. Кунта ислам, христианлăх (католиксем, протестантсем, православсем, монофизитсем) тĕнĕсем сарăлнă.

Африкăри чи анлă сарăлнă чĕлхесем шутне араб, акăлчан, франци, суахили, конго, фульбе чĕлхисем кĕреççĕ.

Африка — планета çинчи чи шӑрӑх материк. Ҫакӑн сӑлтавӗ — материкӑн географи структуринче: Африкӑн мĕнпур çĕрĕ шӑрӑх ҫанталӑкра (субтропик шучӗпе) тата материк урлă экватор йӗрӗ каҫать. Шӑпах Африкӑра Ҫӗр ҫинче чи шӑрӑх вырӑн - Даллол.

Гвиней кӳлмекӗ вăта Африка ҫыранĕнчи районӗсем экваторăн пиҫиххи ярăмне кӗреҫҫӗ, унта ҫулталӑк тăршшипех чылай нӳрĕк ӳкет, ҫулталӑк вӑхӑчĕ улӑшăнмасть те. Экватор ярăмĕнчен ҫурҫӗрелле те, кӑнтӑралла та субэкватор ярамĕсем вырнаҫнӑ. Çулла нӳрӗк сывлӑш массисем (ҫумӑр сезонĕ) хуҫаланаҫҫӗ, хӗлле вара тропикри типӗ пассатсем (типӗ сезон) вĕреççĕ. Субэкватор ярăмӗсен ҫурҫӗр тата кӑнтӑр енчи тропик тӑрӑхӗсем вырнаҫнӑ. Вӗсенче нӳрĕк сахаллине пула вĕри температура тăрать, ҫакӑ вара пушхир патнелле илсе пырать.

Ҫурҫӗр енче Сахар пушхирӗ, кӑнтӑр енче — Калахар пушхирӗ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче Намиб пушхирӗ вырнаҫнӑ. Материкӑн ҫурҫӗр тата кӑнтӑр вӗҫӗнче — субтропик тăрăхĕсем.




#Article 577: II-мĕш Василий (Виcанти императорĕ) (256 words)


Василий II-мĕш (хушма ячĕ Пăлхарсемпе çапăçакан, Вулгарокто́н), — Византи императорĕ, II-мĕш Романăн ывăлĕ, VIII-мĕш Константинпа (кахал пулнăскер патшалăх ĕçне хутшăнман) пĕрле астул тытакан I-мĕш Иоанн Цемисхий хыççăн астул çине ларнăскер. 958 е 956 çулта çуралнă, 1025 çулта вилнĕ.

Император вырăнне йышăнма мĕн ачаранах хатĕрленнĕ, анчах та астул çине Иоанн вилнĕ хыççăн 17-19 çул хыççăн (976 çулхи кăрлач уйăхĕнче) çеç ларнă.

Историнче вăрçăсене пула палăрса юлнă. Унăн III-мĕш Оттон императорпа, Беневентри лангобард герцогĕсемпе, славянсемпе, уйрăмах пăлхарсемпе çапăçнă. Юлашнисемпе питĕ вăйлă та юнлă çапăçнă. Икĕ енĕ те хăйĕн тискерлĕхне кăтартнă. Пĕррехинче II Василий 15 пин пăлхара тыткăна илнĕ. Кашни çĕр çынтан пĕрне куçне шăтармасăр хăварса пурне те ирĕке янă. Ку, тата ытти ĕçĕсене пула ăна Пăлхарсемпе çапăçакан ята панă. Пăлхара вăл Дунай таранах тытса илнĕ. 1022 çулта Ивери (Грузин анăç енĕ) патшипе çапăçса ăна çĕнтернĕ.

Вырăс историйĕнче вăл çавăн пекех Владимир кнеçĕн кĕрĕвĕ пек паллă.

Пысăк çĕр тытакансене лайăхрах тытас тесе тата укçа-тенкĕ ытларах пуçтарас тесе аллиленги кĕртнĕ — ун тăрăх пысăк çĕр тытаканĕсем хăйсен çĕрĕçченĕсемшĕн яваплă пулнă. Çĕрĕçченĕ налука тӳлеймен пулсан, уншăн пысăк çĕр тытаканĕ налука парса татмалла пулнă.

Варçăсене самай хутшăннине пула ахаль пурнăçпа ытла интересленмен. Вăл вăхăтри патшасемпе танлаштарсан нумай çул пурăннă пулсан та (вăл вăхăтра 69 е 67 çул пурăнни — сĕм ватлăха пĕлтернĕ), авланман. Аякра çуратнă ачисем çинчен, е çыхăнăвĕсем çинчен нимĕн те паллă мар. Унсăр пуçсăр VIII-мĕш Константин хĕрĕсене те качча парайман. Василий вилнĕ вăхăта Зойăпа Феодора та ача çуратакан çулсенчен иртнĕ, Евдокия вара маларах мăнастыре кайнă. Çавна пула вăл вилсен Македони динайстийĕ сӳнсе ларнă, империйĕнче вара граждан вăрçисем пе пăлхавсем пуçланнă.




#Article 578: Анăç Африка (175 words)


Анăç Африка — Африка континенчĕн пайĕ, вăтам Сахарăран кăнтăр енче вырнаçнă, анăçран тата кăнтăртан Атлантика океанĕн шывĕпе çăвăнать. Тухăç енчи чиккисем вырăнче Камерун тăвĕсем.

Анăç Африка шутне Сахель тата Судан, çавăн пекех Экваториаллă Гвинейĕн тропик вăрманĕсем кĕреççĕ. Сахельте нимĕн те çитĕнмест, Суданра саваннăсем чылай, океан хĕрринче тропик вăрманĕсен ярăмĕсем пур.

Сахара çумĕнче тата Мавританире çутăрах тĕслĕ ӳтлĕ берберсем, маврсем, кăнтăрарах — нигеро-кордофан халăхĕсем. Нумай анăçафриканецсем ислам тата христианлăх тĕнĕсемпе пурăнаççĕ.

Европа çыннисем Анăç Африкăна киличчен Гана, Мали тата Сонгай патшалăхĕсем пулни паллă. XV ĕмĕртен пуçласа океан хĕрринчи çĕрсенче хăйсен колонисене португалсем, французсем тата акăлчансем йĕркелеме тытăннă, вĕсем чура сутă-илӳне тытнă, чура çынсене Америкăна сутнă.

Анăç Африка чылай вăхăт хушши «шурă çыннăн çăви» шутланнă. Тропик чирĕсем: маляри, сарă амак е сонная болезнь XVIII ĕмĕрте кунта куçса килнĕ Европа çыннисенчен 25 пуçласа 75 процентчен пĕрремĕш çултах çĕре кĕнĕ. Малалли çулсенче вунă процента яхăн çынсене вилĕм çавăрса илнĕ. Чирĕсене ӳпресем тата цеце шăнасем сарса çӳренĕ, тата çумăр сезонĕнче гигиена енчен кунта питĕ начар пулнă. XX ĕмĕр те колони чиккисем Анăç Европăра çирĕпленнĕ. 1960 çулта колонисем ирĕклĕхе тухма тытăннă.




#Article 579: Ливи пушхирĕ (183 words)


Ливи пушхирĕ (араб. الصحراء الليبية‎‎) — Çурçĕр Африкăри пушхир, Сахарăн çурçĕр пайĕ.

Лаптăкĕ 1,1 млн. км² яхăн. Анăçра — Эль-Харудж-эль-Асвад, кăнтăр-тухăçра — Тибести туçи тата Эннеди платти, тухăçра — Нил шывĕн улăхĕсем.

Ливи пушхирĕ авалхи Африка никĕс тĕпĕн тинĕс тата континентăн тăприсемпе тулăннă авăнчăкĕнче вырнаçнă. Çурçĕрте, аялтарах вĕт чуллă тата хăйăрлă пушхир 650 м анлăш ярăмĕсем. Вăтам тата кăнтăр енсенче хăйăрлă пушхир, дюнсем 300 м таран çӳллĕш. Çурçĕр-тухăçра - тарăн хушăксем (Каттара, Сива, Бахария, Эль-Файюм). Кăнтăрта чуллă 400-500 м çӳллĕшлĕ платтăсем, вĕсем хушшинче уйрăлнă ту тăрăхĕсем (Эль-Увенайт, 1934 м). Платти типĕ çырмасемпе (вади) çыркаланнă. Климачĕ пушхирти тропиклă, çурçĕрте - субтропиклă. Вăтам температура кăрлачра — 12-18°С, утăра —28-35°С. Талăкри температура куçкаланни 15-16°С çитет. Нӳрĕксем çулта 100 мм сахал, вырăн-вырăнĕпе 25 мм анчах ӳкеççĕ. Курăк çилсенчен хӳтĕленнĕ айлăмсенче ӳсет. Сайра тырăллă тата кустарники (эфедра, дрина, пылак дрокĕ, пушхир акаци тата ыттисем те). Çĕр айĕнчен юхакан шывĕсем оазиссенче: Сива, Бахария, Файюм, Дахла, Харга, Куфра, Фарафра патĕнче тĕл пулаççĕ. Кунта чылай халăх пурăнать, çынсем финик пальмисене, персиксене, абрикоссене тата тырă çитĕнтерсе тухăç пухаççĕ. Файюм тата Харга оазисĕсене Нил улăхĕпе чукун çулĕ çыхăнтарать. Бахари оазисĕче -тимĕр руда упранăвĕ.




#Article 580: Назым Хикмет Ран (113 words)


Назым Хикмет Ран (тур. Nazım Hikmet Ran), — турккă сăвăçи, çыравçи, сценарисчĕ, драматургĕ. 1902 çулхи кăрлачăн 20-мĕшĕнче Солоникре çуралнă. 1963 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Турци революциллĕ поэзине йĕркелекенĕ.

Аристократ кил-йышĕнче çуралнă. 1917 çулта пичетленме пуçланă. 1919 çулта плевритпе чирлеме пуçлать. 1920 çулта ăна çара кайма юрăхсăр теççĕ, вăл вара Стамбултан Анатолине куçать. 1921 çулта нумай вăхăт хушши Болу хулинче ачасене вĕрентет. 

Назым Хикмет тăватă хут авланнă пулнă. Юлашки арăмĕ Вера Тулякова (кинодраматург тата редактор) пулнă. Хитре пулнă, çавна пула хĕрарăмсене питĕ килĕшнĕ. Вăл вилнĕ хыççăн Вера Тулякова ун çинчен «Разговор с Назымом» (Назымпа калаçни) ятлă асаилӳсен кĕнекине кăларнă. Вал турккăлла тухнă.

Назым Хикметĕн сăввисене Г.Н. Дегтярёв чăвашла куçарнă. Кунта икĕ тĕслĕх. 




#Article 581: Ази (483 words)


 
Ази, Аçи— тĕнчен чи пысăк пайĕ (43,4 млн. çм2), Европăпа пĕрле Еврази материкĕ пулать.

Лаптăкĕ — 43,4 млн. км2 яхăн. Планетăн тухăç çĕр çурринче (Чукотка çурутравĕ çеç анăç енче пулать), экватортан çурçĕрелле вырнаçнă. Европăран уйăракан чикĕ Урал тăвĕсен тухăç сăрт айĕн çумĕпе, Мугоджарпа, Эмба шывĕпе, малалла Каспи тинĕсĕпе, Кура шывĕпе, Сурами перевалĕпе, Риони шывĕпе, Хура тинĕспе тата Мрамор тинĕсĕпе, Босфор тата Дарданеллсен хушăкĕсем витĕр тухать. Азипе Африкăна Суэц пымакĕ çыхăнать, Çурçĕр Америкăран ăна ансăр Беринг хушăкĕ уйăрать.
Тата альтернативлă, географиллĕ мар, чикĕ палăртăвĕсене кăтартаççĕ:

Азин геополитика чикки çутçанталăкăн чиккинчен кăштах уйрăлса тăрать. Ăна Архангельск облаçĕн, Коми Республикин, Свердлов тата Курган облаçĕсен тухăç чиккисем, малалла Раççейпе Казахстан чиккисем палăртаççĕ. Кавказра Азин геополитика чикки Раççейпе Азербайджан тата Раççейпе Грузи чиккисем кăтартаççĕ.
Ази çĕрĕсем Çурçĕр Пăрлă, Инди тата Лăпкă океансемпе, çаплах та — анăçра — Атлантика океанĕн Азов, Хура, Мрамор, Эгей, Вăтаçĕр тинĕсĕсемпе çăвăнать. Татах ăшĕнчи шывĕсем — Каспи тата Арал тинĕсĕсен шывĕсем, кӳлĕсем тата ыттисем те пур. Байкал кӳлли (тепĕр çĕрте ăна тинĕс те теççĕ) таса шыв шучĕпе Çĕр çинчи пур кӳллисене иртсе каять; Байкалра тĕнчери 20 % таса (преснăй) шыв упранăвĕсем (пăрлăхсене шута илмесĕрех). Вилĕмлĕ тинĕсĕ тĕнчери чи тарăн тектониклă впадина (-405 метр тинĕс шайĕнчен аялта). Ази çĕрĕсен çыранĕсем ытлах таткаланман, унăн шутне пысăк çурутравсем — Кĕçĕн Ази, Арави, Индостан, Корея, Камчатка, Чукотка, Таймыр тата ыттисем те кĕреççĕ. Ази çыранĕсенчен инçех мар — пысăк утравсем (Мăн Зонд, Новосибирск, Сахалин, Çурçĕр Çĕр, Тайвань, Филиппин, Хайнань, Шри-Ланка, Япун тата ыттисем те.) лараççĕ, вĕсен лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 2 млн. çм² ытларах.
Ази никĕсĕнче тăватă темĕн пысăкăш — Арави, Инди, Китай тата Çĕпĕр платформисем выртаççĕ. ¾ яхăн çĕрĕсем тусем тата яка тусем йышăнаççĕ. Азире паянкун пĕтĕмĕшле е кăшт пайĕпе 51 патшалăх вырнаçнă. Азире — Раççей Федерацин чылайăш çĕрĕ пулать.

Ази çĕрĕсене физикăпа географи енчен çапла пайлаççĕ:

Тухăç Азире чĕрĕ вулкансем шучĕ нумай. Ази çĕр айĕнчи упранăвĕсемпе питĕ пуян.

Азире темĕн тĕрлĕ çутçанталăк тĕсĕсем — арктикăлла — аякри çурçĕрте, экваториаллă — кăнтăр-тухăçра. Тухăç тата Кăнтăр-Тухăç Азире муссонлă климачĕ (Азире Çĕр çинчи чи нӳрĕклĕ вырăнĕ), çав вăхăтрах Тухăç Çĕпĕрте — резко континентлă, Тĕп, Вăтам тата Анăç Азири айлăмсенче- çурпушхирлĕ тата пушхирлĕ. Азири çурçĕрĕнче питĕ паллă вырăн ĕмĕрлĕ шăнлăх йышăнать, унăн лаптăкĕ 10 млн çм² ытла.

Азире 3720 млн çын пурăнать (2001). Азире халăх шучĕ çултан-çул питĕ ӳссе пырать (çакăн пирки Ази Африкăран çеç кая юлать); çапах та юлашки вăхăтсенче халăх ӳсĕвĕ кăштах ӳкрĕ, халĕ вара çын шучĕ пĕр çулта 1,3 % нумайланса пырать. Азире этемлĕхĕн 60 % çынни пурăнать. Китайпа Индире тĕнчери 40 % çын йышлăхĕ . 6 патшалăх 100 млн пурăнакан (тата — Индонези, Пакистан, Бангладеш тата Япони).
Азире этемлĕхĕн виçĕ тĕп расă халăхĕсем — монголоидсем (китаецсем тата ыттисем те), европеидсем (Анăç Азири халăхĕсем) тата негроидсем (Кăнтăр тата Кăнтăр-Тухăç Азири хăшпĕр халăхĕсем) пурăнаççĕ. Азире тĕрлĕтĕслĕ этнос хăйĕн кĕтесне тупнă.
Кунта авалхи тĕрлĕ этемлĕхсем нумай çуралнă — китайсен, индуссен, вăтамазиатсен, вавилонсен тата ыттисен те. Çĕр ĕçĕсемпе тухăç тума аван пулнă май Кăнтăр тата Кăнтăр-Тухăç Азире паянкунхи чылай халăхсен аталанăвĕ пуçланса кайнă.




#Article 582: Иран (339 words)


Иран (), официаллă Ислам Республики Иран ( — Джомхурийе Исламийе Иран) — Азин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă патшалăх. Шĕкĕр хули — Тегеран.

Иран тĕнчери чи авал патшалăхсенчен пĕри шутланать. Чылай ĕмĕр тăрăххипе Тухăçра паллă ĕç-пуçа тытса тăнă. Перси империйĕн территорийĕ Дарий I чухне Греципе Киренаикирен пуçласа Инд шывĕ таран сарăлнă. 1979 çулта Иранра Хомейни имам ертсе пынипе революци пулса иртет, монарх йĕркине пăсса ислам республикине туса хунă.

Паянхи Иран, хуçалăхпа техника енчен Çывăх Тухăçри аталаннă çĕршыв шутланать, Евразин стратеги енчен паллă çĕрте вырнаçса, тĕнчери хутшăнусенче сумлă ĕçсене тытаса пырать. Иранра нефтьпе çутçанталăк газĕн пысăк янтăхĕсем упранаççĕ, çаплах хăйĕн атăмлă программин тĕпчев ĕçĕсене малалла аталантарать.

Иранăн хальхи ячĕ (ايراﻥ — Иран, Ирон, Эрон) авалхи Аиранам сăмахран килет, вăл «арисен çĕршывĕ» тени пулать, в противоположность Анерану (страна неарийцев). Эраншахр термин (), «Арисен çĕршывĕ» пирĕн эрăччен VI ĕмĕр — пирĕн эрăччен V ĕмĕр тапхăрĕнчи ĕçсене аса илтерет. Страбон ĕççĕсенче Ари ячĕ тĕл пулать. X ĕмĕрте Туран ячĕ чапа тухать. Персăсен харпăр палăртăвĕ — ирани. Паянкунхи  ятне Иран официаллă 1935 çулта çирĕплетнĕ.

Çурçĕр-анăçра Азербайджанпа, Арменипе тата Турципе, анăçра — Иракпа, çурçĕрте — Туркменистанпа, тухăçра — Афганистанпа тата Пакистанпа чикĕсем тытать. Çурçĕртен Иран Каспи тинĕсĕпе, кăнтăртан — Перси заливĕпе çăвăнать. Иран тĕнчери чи авалхи патшалăхсенчен пĕри шутланать. Темиçе ĕмĕр хушши çĕршыв Хĕвелтухăçĕнче паллă вырăн йышăнса тăна. Перс импери Дарий I вăхăтĕнче Греципе Ливирен пуçланса Инд юханшыв патне çити сарăлнă. Малти Хĕвелтухăçри чи аталаннă çĕршыв пулнă май  тĕнчери халăхсен хутшăнăвĕсенче Иран паян сумлă вырăн йышăнать. Иранăн çĕр упранăвĕсенче темĕн чухлĕ нефть тата газ упранăвĕсем  пур, çавăн пирки Ираншăн Анăç этемлĕхĕн çĕршывĕсемпе хирĕçӳ тытăмĕн хаярлăхĕ пĕрмаях хĕрсе тăрать.

Иранра арид климачĕ. Каспи тинĕсĕ çумĕнче — субтропиклă. Çĕршывăн çурçĕрĕнче хĕллехи температура часах 0°С аяла анать, утă уйăхĕнче сайра 30°С çитет. Анăç çĕрĕсенче çул хушшинчи нӳрĕкĕн вăта шучĕсем — 1700 мм, типĕрех тухăçĕнче — 680 мм. Пушхирте çуллахи температура 40° çӳле хăпарать. Иранăн анăçĕнче, Загрос тăвĕсенче температура яланхиллех 0° аяларах, юр ытлă-çитлĕ ӳкет, вичкĕн çил улать. Тӳремсенче Перси кӳлмекĕ çумĕнче хĕл ытларах ăшă, çу — шăрăх та нӳрĕк.

Иран патшалăхĕн Пуçлăхĕ Çӳл ертӳçи пулать. Вăл çĕршывăн пĕрлĕхлĕ политикине палăртса пырать.




#Article 583: Стамбул (199 words)


Стамбул (тур. Istanbul) — Турцин пысăк, паллă тинĕс порчĕ, промылă, сутă-илӳллĕ хули тата тĕнчери паллă культура тĕпĕ. Унченн Константинополь тесе ятланă. Хăш-пĕр авалхи вырăс источниксенче хулана Царьград тесе чĕнеççĕ. 

Босфор пролив хĕррисенче вырнаçнă. Стамбул сăртлă вырăнта, Турцин çурçĕр-анăçĕнче, Босфор пролив икĕ хĕрринче, кăнтăртан Мрамор тинĕсĕ хĕрринче ларать. Хулан чылайăшĕ Европăра шутланать, пĕчĕк пайĕ — Азире. Европа пайĕ, хăйне май тата иккĕне Ылтăн Мăйрака бухти патĕнче уйрăлать. Хула лаптăкĕ — 1 538, 77 çм².
Стамбул географи шутĕнчен питĕ ăнăçлă ларать — хула тĕнче пайĕсене çыхăнтаракан çулсем çинче вырнаçнă: Европăран Азине тата Хура тинĕсрен Мрамор тинĕсне те малалла Вăтаçĕр тинĕсне.

Хула ĕлĕк Рим, кайран Висанти импери тĕп хули пулнă. Пĕррехинче вырăс кнеçĕ Олег çĕнтерсе хăй аллине илнĕ. 1453 çулхи çу, 29 хулана Мехмед II султан ертсе пынипе Осман импери çарĕсем туртса илнĕ.

Халăх йышлăхĕ ӳсни:

Стамбул вăтам климат ярăмĕнче вырнаçнă. Băтаçĕрти, çемçе те нӳрĕклĕ, ир çуркуннерен пуçласах кай кĕруннечченех ăшă, тӳпе пĕлĕтлĕ (вăтам температура кăрлăчра — +3 — +9 °C, утăра — +20 — +29 °C, шыв температури — +23 °C. Çулта 870 мм чухлĕ нӳрĕк укет. Хĕлсем çăмăрлă, хăш чухне юр çукалать.

Уйăхри вăтам температурăна кăтартни:

Висанти тапхăрĕ

Стамбулăн мечетĕсем 

Керменсем

 
Тӳремсем

 
Карманĕсем

Турулсем

Парксем

Кĕперсем

 
Историллĕ транспорчĕ

Стамбул пасарĕсем




#Article 584: Еврази (172 words)


Еврази — Çĕр çинчи чи пысăк континент.

Континент Çурçĕр çуршаринче вырнаçнă, çапах та унăн хăш-пĕр утравĕсем Кăнтăр çуршарине лекеççĕ.
Континент икĕ тĕнче пайĕнчен пулса тăрать: Европăран тата Азирен (çавăн пирки Александр Гумбольдт çапла ят панă). Европăпа Ази хушшинчи чикĕ йĕррисем Урал тăвĕсем, Атăл, Эмба шывĕсем, Каспи тинĕсĕ, Кума шывĕ, Кумо-Маныч впадина, Маныч шывĕ, Тан шывĕ, Арамаçин çурçĕр тăррисем, Босфорпа Дарданел проливсем урлă каяççĕ. Çакăн пек уйăрни историллĕ май пырса килнĕ. Çутçанталăк енчене пăхсан, Европăпа Ази хушшинче чикĕсем çук теме юрать. Пĕрçыххăллă тектоника улшăнăвĕсем пулса-иртнĕçем тата нумай климатлă ĕç-пулăмĕсен пĕрлĕхне пула Еврази континенчĕ паянкуна пĕр типçĕр пулса тăрать.

Континент анăçран Атлантика океанĕн, çурçĕртен — Çурçĕр Пăрлă океанĕн, тухăçран — Лăпкă океанĕн, кăнтăртан — Инди океанĕн, çапла та татах çав океансен çум тинĕсĕсен шывĕсемпе çăвăнать.
Еврази анăçран тухăçа çити 16 пин çм, çурçĕртен кăнтăра — 8 пин çм тăсăлать, çĕр лаптăкĕ — 53,4 млн. çм2. Ку вăл планетăн типçĕрĕсен виççĕмĕш пайĕ пулать. Евразин утравĕсен пĕтĕм лаптăкĕ 2,75 млн. çм2 яхăн.

Евразире 4,3 млрд. ытла çын пурăнать.
Чылай шутлă этнос ушкăнĕсем — китаецсем, вырăссем, арапсем.




#Article 585: Каспи тинĕсĕ (174 words)


Каспи тинĕсĕ — Çĕр çинчи чи пысăк кӳлĕ, Европа Азипе çыхăннă çĕртре вырнаçнă.

Каспи тинĕсĕ S латин сас палли пек курăнать, тăршшĕ çурçĕртен кăнтăра - 1200 çухрăма яхăн, анăçран тухăçа - 195-435 çухрăм, вăтам вăрăммăшĕ — 310-320 çухрăм.Лаптăкĕ яхăн 400 пин çм2.
Каспи тинĕсĕ физика-географи енĕпе виççĕне пайланать - Çурçĕр Каспи, Вăтам Каспи тата Кăнтăр Каспи. Килĕштернĕ чикĕ Çурçĕр тата Вăтам Касписем Чечен утравĕ - Тюб-Караган сăмсахĕ йĕррипе пырать, Вăтам тата Кăнтăр Касписемпе - Пурăну (Жилой) утравĕ - Ган-Гулу сăмсахĕ йĕррипе пулать.
Лаптăк шучĕсем: 

Каспи тинĕсĕнчен шыв ыхса тухмасть, шывĕ тăварлă, 0,05 ‰ Атăл юхса кĕнĕ çĕртре, 11—13 ‰ кăнтăр-тухăçĕнче. Шыв шайĕ часах улшăнать, халĕ - 28 м аялтарах Тĕнче океанĕн шайĕнчен. Тинĕс шывĕн лаптăкĕ - 371 000 çм² майлă, чи тарăннни - 1025 м.

Ячĕ хуртан пулса кайма пултарать - хур тинĕсĕ. Каспи тинĕсĕ хăйĕн ятне çавсенчен илсе юлнă. Каспи тинĕсĕн хăйĕн пурнăçĕнче 70 ят пулнă - Гиркан тинĕсĕ, Хвалын тинĕсĕ, Хазар тинĕсĕ, Абескун тинĕсĕ, Сарай тинĕсĕ, Дербент тинĕсĕ, Сихай тинĕсĕ тата ытти йăхсен-халăхсен ячĕллĕ.

X - XIII ĕмĕрсенче Пăлхар тинĕсĕ ячĕ пулнă.




#Article 586: Language Problems and Language Planning (100 words)


Language Problems and Language Planning (LPLP, Чĕлхе проблемăсемпе чĕлхе планлани), лингвистика журналĕ. John Benjamins Publishing Company издательство компани кăларса тухтарать. Журнала çавăн пекех Тĕнчери чĕлхесен проблемăсем тĕпченипе документаци центрĕ (Center for Research and Documentation on World Language Problems) хутшăнать. 

Тĕллевĕ - чĕлхесен проблемисене тата чĕлхен усă курнин экономикăллă тата социаллă аспектсене кăтартасси. Хальхи курăннинче журнал 1977 çултан пуçласа кăларса тухать. Ун нĕселĕ La monda lingvo-problemo (Тĕнчери чĕлхи проблеми) 1969 çулта çутта кĕнĕ. Тĕп редакторĕсем Виктор Садлер (Victor Sadler, 1969–1972) тата  Рихард Э. Вуд (Richard E. Wood, 1973–1976) пулнăччĕ.

Унти статьясен Ытларахăшĕ акăлчанла пулсассăн та, журнал хăшпĕр чĕлхепе çырнă статьясемшĕн уçă.




#Article 587: Дубровник (310 words)


Дубровник (Dubrovnik, историллĕ ячĕ Ragusa — Рагуза) — Хорватин кăнтăр енче, Адриатика тинĕсĕн Далмаци çыранĕнче вырнаçнă хула. Вăл Дубровник-Неретва округăн администраци тĕпĕ, паллă тĕнче курорчĕ, кунтах тинĕс порчĕ.

Дубровник — пуян историллĕ авалхи хула. Вăтам ĕмĕрсенчен пуçласа хула тинĕсри сутă-илӳпе аталанса пынă, вара Дубровник республики Венеципе тан Тухăç Адриатикăри пĕртен-пĕр хула-патшалăх пулса тăнă. Хăйĕн пуянлăхне тата пултаруллă дипломатине пула хула XV тата XVI ĕмĕрсенче самай аталанса кайнă. Дубровникра ӳнерлĕхпе тĕпчев, хула хорват чĕлхин культурин тĕпĕ пулса тăнă. Чылай хушă Дубровникра çухалнă далмац чĕлхипе те усă куркаланă. Элĕкхи нĕсĕлсем Дубровнике тĕлĕтермĕшле архитектура кăнарне хăварнă, хулана вара çутçанталăк илемлĕхĕсемпе пĕрле «Адриатика Мерченĕ» тенĕ.
Халĕ авалхи хула вырăнĕнче историллĕ палăкне — Ватă хулана — упраса хăварнă.

Хула историн паллă тапхăрĕсем

Дубровника VII ĕмĕрте çыран çумĕнчи пĕчĕк утрав çинче никĕсленĕ.
XII ĕмĕрте утрава çыранран уйăракан шыв юхăмне çĕр хурса хăпартнă, вара утрав çурутрав пулса тăнă, çĕр хăпартнă вырăнта хулан тĕп урамĕ — Страдун вырнаçать. Урама 1468 çулта чул хунă. Хула йĕри-тавралăх чул хӳтлĕхне XI — XVII ĕмĕрсенче темиçе хутчен юсаса çирĕплетнĕ.

Малтанхи вăхăтсенче Дубровник тĕрлĕтĕслĕ, романсен тата славянсен йăхĕсен нĕсĕлĕнчен тухнăсскерсем пурăннă, вĕсем далмаци чĕлхипе калаçнă пулас. Хула йăлисене йĕркеленĕ чухне антик сĕмĕ вăйлă хутшăннă. 1022 çулта хулара католиксен архиепископлăхне никĕсленĕ.

VII — XII ĕмĕрсенче Дубровник Висантие пăхăнăвĕнче пулнă, çапах та хулана кăштах общество тата политика пурнăçĕнче ирĕклĕх панă, анчах та XII ĕмĕртен пуçласа Дубровникпа вырăнти кнĕç хуçаланнă (ăна суйласа лартнă). Çав вăхăтрах хула коммунисем тата коммуналлă Ертĕвне туса хунă : Мăн тата Кĕçĕн канаш, кнеç-приор. Висанти ӳкĕннĕ майĕн Дубровникăн сĕмĕ хăпарса кайнă.

IX ĕмĕрте хула арабсен хупăрлавне чăтса ирттернĕ. Тепĕр пилĕк ĕмĕрсенче хула Балкан çурутравĕнче тата Европăн ытти çĕрĕсенче, Хура тинĕс çыранĕсене таранах, Константинополе çитичченех тинĕс тата типçĕрсем урлă сутă-илӳ ĕçĕсем тунипе аталанса кайнă. Уйрăмах Дубровник сутă-илӳ çыхăнăвĕсене юнашар кнеçлĕхĕсемпе — Сербипе, Боснипе тата Болгарипе тытнă, унта Дубровник сутĕçĕсене сутă-илӳ тума тата çĕр айĕнчи упранăвĕсене (тăвара тата хаклă металлсене) кăларма нумай ирĕклĕх панă.




#Article 588: Котор (105 words)


Котор — Черногорин кăнтăр-анăçĕнчи хула-порчĕ.

Хула Котор заливĕн (Адриатика тинĕсĕ) хĕрринче вырнаçнă.
Çурçĕр-тухăçран Котор тусемпе хупăрланнă, вĕсен айкисенче авалхи карман хӳтлĕхĕсем тата турулсем сыхланса юлнă. Кăнтăр-анăç енчен хула Котор заливĕн шывĕсемпе çăвăнать, ку вара Европăра чи кăнтăр фьорд шутланать.

Çынсем кунта 2000 çул ытла каяллах пурăннă. Пĕрремĕш хутсенче хула ятне римсен чăнлăхĕсенче Акрувиум (Аскривиум) тесе пирĕн эрăччен 168 çулта асăннă.

XIV ĕмĕр патне Каттаро хăватлă сутă-илӳ тĕпĕ пулать, юнашар Дубровникпа танлашса тавлашма пуçлать. 1420 çулта хула Венеци пăхăнăвне кĕрет.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Котор патĕнче Черногори тата Австрипе Венгри çарĕсем хушшинче хаяр çапăçусем пулса иртеççĕ. 1918 çул хыççăн Котор Югославине хутшăнать. 1945 çултанпа Черногори шутĕнче.




#Article 589: Шемекеев Виталий Дмитриевич (118 words)


Виталий Дмитриевич Шемекеев (1937, нарăс, 27, Чăваш АССР, Комсомольски районĕ, Комсомольское сали — 2003, çĕртме, 15, Шупашкар) — чăваш сăвăçи, журналисчĕ.

СССР ÇП пайташĕ (1986-па) 

Вăтам шкулта, профтехучилищĕре вĕреннĕ. Çуртсем тунă çĕрте ĕçленĕ, металлурги савутĕнче вăй хунă. Комсомольски районăн Знамя октября хаçачĕн редакцинче, Муркаш районĕн Знамя Победы хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ, районăн ДОСААФ пуçлăхĕ вырăнĕнче, ялти клуб керменĕнче ĕçре тăрмашнă, ЧАССР ÇП илемлĕ литература пропоганда бюровĕн директорĕ пулса тăрăшнă.

Пĕрремĕш сăввине Тăван Атăл журналта 1957 çулта пичетленĕ.

Виталий Шемекеев поэзи питĕ паллă лирикăллă. Сăвăçă пурнăçăн пулăмĕсене тарăн философиллĕ сӳтсе явса кăтартать, вăл хăйĕн сăввисен кĕввисене чăваш ялĕн авалхи тата паянхи кун-çулĕсенчен пухать. Унăн сăввисемпе чăваш композиторĕсем чылай юрă хунă.

Çыравçă 2003 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Категори:2003 çулта вилнисем]




#Article 590: Катар (167 words)


Катар (араб. قطر‎‎, вуланать: ˈqɑ̱.tˁɑ̱r) — Азире вырнаçнă патшалăх.

Вырăнти арабсем шучĕ 40 %. Çапла та Пакистанран (18 %) те, Индирен (18 %), Иранран (10 %), тата ытти араб çĕршывĕсенчен тухса килнисем пурăнаççĕ. Официаллă чĕлхи — араб чĕлхи, анлă сарăлнă акăлчан чĕлхи. Патшалăх тĕнĕ — ислам, суннит енлĕ, иранецсем — шиитсем. 90 % яхăн халăхĕ шĕкĕр хулара тата унăн тулашĕнче пурăнать. Кунта нефть промыçлине килекен иммигрантсем халăх шутне питĕ ӳстереççĕ.

Тулашри политикăра Саудсен Арави енне пăхать. Катар — одно из самых «открытых» арабских сообществ. Кунта вырăнти телеканал «Аль-Джазира» ĕçлет. Укçа — Катар риалĕ. Наци уявĕ — авăн, 3 (Ирĕклĕх Кунĕ).

Çĕршывăн пĕтĕм çĕрĕ тенĕ пекех пушхир. Çурçĕрте — лутра хăйăрлă сайра оазиссемлĕ айлăм, куçса çӳрекен хăйăрсемлĕ(эолсем); çурутравăн варринче — чуллă пушхир, тăварлă вырăнĕсемпе; кăнтăрта — çӳллĕ хăйăр сăрчĕсем. Климачĕ континентлă тропиклă, типĕ. Çулла температура сайра мар +50 °C çити хăпарать. Çурутрав шыв енчен чухăн. Пĕрмай юхан шывсем çук, чылай шывне тинĕсрен кăларса тăварне уйăрса илеççĕ. Çĕр айĕнчи шыв çăлкуçĕсем тата оазиссем çурçен енче пулаççĕ. Чĕрчунсем енчен чухăн.




#Article 591: Аслă пурçăн çулĕ (284 words)


Аслă пурçăн çулĕ, — авалхи вăхăтра Китайпа Европăна çыхăнтарнă суту-илӳ çулĕ. Вăтам Ази урлă иртнĕ, чи пысăкки шутланать.

Пирĕн эрăччен II ĕмĕрте уçăлнă. Çулне Сианьрен Ланьчжоу витĕр Дуньхуане хунă пулнă, кунта вăл иккĕне пайланнă: çурçĕр çулĕ Турфан урлă кайнă, малалла Памира каçса Ферганапа казах çеçенхирĕсене çитнĕ, кăнтăр çулĕ — Лобнор кӳлĕ çумĕпе Такла-Макан пушхирĕн кăнтăр айăккипе Яркендпа Памир (кăнтăр пайĕнче) Бактри урлă, унтан — Пархие, Индие тата Çывăх Тухăç çитернĕ.

II ĕмĕртен пуçласа çак çулпа сутăçăсем тĕве караванĕсемпе Китайран Вăтаçĕр тинĕсĕн хĕрринчи çĕршывсем патне çити пурçăн турттарса çӳренĕ. Ун чухне пĕтĕм çул тăрăхне тухма икĕ çул вăхăт кирлĕ пулнă. Сутăçăсен сахаллăшĕ кăна çак çула ăнăçлă вĕçлеме пултарнă.

Пурçăн çулĕ усă курни сутă-илӳ аталанăвне пулăшнă, вăл çаплах тухăçпа анăç этеплĕхĕсене çыхăнтарнă, Европăпа Азине паллаштарнă. 

Çавăнпа ĕнтĕ халĕ Пурçăн çулĕ Пĕтĕм тĕнчери этеплĕх кăнарĕ пулса тăрать.

Ватă Çурçĕр çулне У-ди император хистенипе никĕс хунă, ăна çар валли ăратлă лаша кирлĕ пулнă. Çакăн пек утсене пирĕн эрăччен 138-126 çулсенче Вăтам Азине пулнă Чжан Цянь элчи пĕлтернĕ. Çаплах вăл императора урăх çĕр-шывсенче пурçăн тĕртмен пирки каласа панă, ют çĕр çĕрсенче пурçăн сутса паха утсене, çаплах пылак çимĕç, эрех тата ытти япала илме императора сĕннĕ. Пирĕн эрăччен 121 çулта пурçăн тата бронза тĕкĕрĕсене тиенĕ тĕве караванĕ пĕрремĕш хут  Турфанскую впадину урлă каçса Çулăм тăвĕсемпе Тянь-Шань отрогĕсем çумĕпе Фергана оазисĕ патне кайнă. Анчах та çак вырăнта пирĕн эрăччен 17-27 çулсенче хыпса тухнă халăх пăлхавĕсем çĕкленме тытăннă сутă-илĕве чарса лартнă. Сутă-илӳ тепĕртакран малалла Кăнтăр çулĕпе тăсăлать.

Аслă пурçăн çулĕ Малти Ази, Вăтам Ази тата Китай халăхĕсен хуçалăхпа этеплĕх çыхăнăвĕсене аталантарасишĕн питĕ паллă роль вылянă, сăмахран, тĕрлĕ инновацие, çав шутра илемлĕ пултарулăх (ташă, мусăк, ӳнер, архитектура), тĕн (Христос тĕнĕ, Будда тĕнĕ, ислам, манихей тĕнĕ), технологи (пурçăн, тар, хут тăвасси) сĕмне сарса пынă.




#Article 592: Крит (288 words)


Крит (грек. Κρήτη) — грексен чи пысăк утравĕ.

Вăтаçĕр тинĕсĕнче 5-мĕш вырăнта, Европăран 110 çухрăмра, Азирен 175 çухрăмра, Африкăран 300 çухрăмра вырнаçнă. Крит утравне виçĕ тинĕс хумĕсем — Ионик, Ливи тата Эгей — çапăнаççĕ.
Крит — Грецин 13 çĕрĕсенчен пĕри. Патшалăхăн чи пысăк, Тухăç Вăтаçĕртинĕсĕнче иккĕмĕш (Кипр утравĕ хыççăн) утравĕ. Эгей тинĕсĕн кăнтăр енче пулать. Тĕп хули — Ираклион. Çĕр лаптăкĕ — 8336 çм². Çыранĕсен вăрăммăшĕ — 1046 çухрăм.
Крит çĕрĕсем туллă-сăртлă. Ту тăрăхĕсем утрава анăçран тухăçалла тухаççĕ, вĕсем виçĕ пайран тăраççĕ:

Крит утравĕн тăвĕсем çинче çĕр ĕçĕсене тытмалли нумай тухăçлă çĕрлĕ тата çителĕклĕ нӳрĕклĕ платтăсем пур. Пысăкраххисем: Ласифи якатăвĕ, Омалос якатăвĕ тата Ниды якатăвĕ. Çапла та тусенче чылай чул хăвăлĕсем, нумайăшне авал чӳк вырăнĕ туса усă курнă, çакăн пирки чылай археологи тупăнăвĕсем пĕлтереççĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: Диктей, Идей, Мелидон (Апокорон çĕрĕнче), Омалоса чул хăвăлĕ (Ханьи çĕрĕнче) тата Сентони чул хăвăлĕ (Рефимно çĕрĕнче).
Крит çинче шывсем-кӳлĕсем сахал, вĕсем пĕчĕк çеç, пĕр кӳлĕ çеç — Курна, вăл Апокорон çĕрĕнче.

Крит иккĕ климат тăрăхĕнче — Вăтаçĕр тинĕс тата Çурçĕр-Африка. Климачĕ вăтам шутланать. Тинĕс çывăххине пула чылай нӳрĕк ӳкет. Хĕлле çемçе, анчах та çиллĕ çанталăк. Айлăмсенче юр пачах çумасть, çапах та туллă çĕртре тăтăшах ӳкет. Çу тăршшипех вăтам температура утрав çинче +20 — +30 °C. Критăн кăнтăр çыранĕнче урăхларах, вăл вара Çурçĕр-Африка климачĕн тăрăхĕнче шутланать, çавăнпа кунта шарăх çу кунĕсем, хĕлле ăшă.

 
Крит утравĕ — Грецин аяк çĕрĕ шутланать. Вăл тăватă çĕрснчен (облаçсенчен, провицисенчен, номсенчен (греч. νομοί)тăрать:

Пысăкраххисем çаксем пулаççĕ:

Критра 2005 çулта халăх йышĕ 650000 çын пулнă.

Крит утравĕ çинче археологсем чакаласа тупнă авалхи вырăнĕсем: Кноссе, Малье, Фесте, Гортине тата ыттисем те; Ретимно хулинчи Фортецца ятлă Венеци карманĕ, Самари ту хушăкĕ.
Крит Миной цивилизацин (пирĕн эрăччен 2600 - пирĕн эрăччен 1400) тĕп вырăнĕ пулнă, вăл ĕнтĕ Европăра чи ватти шутĕнче пулать.




#Article 593: Кипр (утрав) (158 words)


Кипр (грек. Κύπρος; тур. Kıbrıs) — Вăтаçĕр тинĕсĕнче пысăккăшĕпе  виççĕмĕш утравĕ.

Çĕр лаптăкĕ 9 251 тв. çм. Вăл тăршшĕпе тухăçран анăçа 240 çухрăма яхăн, анлăлăшпе çурçĕртен кăнтăра 100 çухрăма яхăн тăсăлать. Кипр Вăтаçĕр тинĕсĕн çурçĕр-тухăçĕнче  Египетран 380 çухрăмра, Сирирен 105 çухрăмра, Турцирен 75 çухрăмра вырнаçнă.
Политика шучĕпе, Кипр ирĕклĕхлĕ патшалăх пулать, Кипр Республики (1960 çултанпа) ятлă, унăн икĕ çĕрĕсене(Akrotiri тата Dhekelia) Аслă Британи хăйĕн çарĕсем тăмалли вырăнĕ валли тытса тăрать

Кунти климачĕ — вăтаçĕртинĕсли, нӳрĕклĕ çемçе хĕлсем тата питĕ шăрăх та типĕ çусем. Çулти вăтам температура  +20,5° çитет. Чи шăрăх уйăхра (çурлара) температура +28° çити хăпарать, самай сивĕ уйăхра (кăрлачра) — +10°. Çулта вăтам нӳрĕк ӳкни сахал: айлăмсенче — 360—400 мм, тусенче — 700—1000 мм. Вĕсем пĕрпек пкр çĕре те ӳкмеççĕ. Айлăмсенче татаçтинĕс хĕрисенче çав тери типĕ. Месаоринче нрексем 250 мм таран çеç çăваççĕ. Нӳрĕксен максимумĕ туллă районсенче. Троодосра хăшпĕр çулсенче нӳрĕксен шайĕ 1000 мм ытла тухать. Чи нӳрĕклĕ уйăхсем — раштав-кăрлач. Шăнтнисем, -4° таранччен, Кипрта сайра-хутра пулкалаççĕ.




#Article 594: Кипр Республики (232 words)


Кипр Республики — Вăтаçĕр тинĕсĕн Кипр утравĕ çинче вырнаçнă патшалăх.

Утрава иккĕне пайланă хыççăн грек киприочĕсен чылайăшĕ кăнтăр енче, турккă киприочĕсем тата колонисчĕсем – çурçĕрте вырнаçĕнчĕç. Утрав çинчи пĕтĕм халăх шучĕ 850 пине яхăн çын, вĕсенчен 160 пинĕ – турккăсем. Татах Кипрта 17 пинĕ акăлчан, 4 пинĕ эрмен пурăнаççĕ. 1974 çулхи вăрçă иртсен 180 пине яхăн грек киприочĕсем кунтан тарнă е вĕсене утравăн кăнтăр енне хĕссе кăларса янă. 42 пине майлă турккăсем çурçĕре пурăнма куçнă. Ларнака округĕн Пила хулинче çеç ПНО администраци хӳтлĕхĕпе икĕ этнос ушкăнĕсем çума-çумăн пурăнаççĕ.

Кипрта чылай халăхĕ христиансем, ыттисем —ислам тĕнне тухнă. Утравăн пуян истори енĕпе кунта христиансен тĕрлĕ юхăмĕсем тымар янă. Кунта православи чиркĕвĕ тытăмĕ çирĕп, çавăн пекех эрменсен апостол чиркĕвĕ, католиксен тата маронитсен чиркĕвĕсем пур.
Чиркĕве архиепископ ертсе пырать, ăна виççĕне пайланă, вĕсем пур те архиепискăпа пăхăнаççĕ. Темĕн чухлĕ кашни ялсенчи хăрамсемсĕр пуçне, Чиркӳ Кипрта 11 мăнаçтырь тытса тăрать, вĕсен шутне утравăн чылай чи тухăçлă çĕрсем кĕреççĕ. Çав çĕрсене усă курма çулталăкĕпе шăвармалли меслечĕсем пур. Татах та чиркĕве урăх пысăк пурлăхсемпе тивĕçтернĕ. Кунти православи чиркĕвĕ Кипр политика тата хуçалăх пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать.

Грексемпе турккăсен хирĕçĕвĕ

Автоçулсене Кипрта тĕп тата пулăшлу асфальтлисем, ялçулĕсем тата хайвэй çулĕсем тесе уйăраççĕ.Çул çинче куçмалли-çӳремелли — сулахайъенлĕ. 4 тĕп çулсем утравăн кăнтăр çыранĕнче, Ларнакăран Лимасола çити, татах малалла Никосия хулине çитереççĕ.

Кипрта 2 тĕнчепе çыхăнтаракан аэропорт пур: Пафос тата Ларнака хулисенче. Тата Никосире аэропорт пур. Утравăн тĕп авиакомпанийĕ – «Сайпрус Эйрвейс».




#Article 595: Евфрат (166 words)


Евфрат (араб чĕлхиараб. الفرات‎‎ аль-Фурат) — Турци, Сири тата Ирак витĕр юхакан, Анăç Азин чи пысăк шывĕ.

Юханшывĕн вăрăммăшĕ (Мурат шывĕнчен пуçласа) — 3065 çм, (Карасу тата Мурат шывĕсем пĕрлешнĕ çĕртрен шутласан) 2780 çм, шыв-çĕр лаптăкĕ — 765,8 пин çм².
Эрмен туçийĕнчен юхма пуçланать. Тигр шывĕпе пĕрлешет те Шатт-эль-Араб ячĕпе Перси пырне юхса тухать. Малтан Тигр тата Евфрат шывĕсем пĕрлешсе юхман, кашни хăй тĕллĕн Перси пырне юхса тухнă.
Çӳлти юхăмĕсенче тусем тăрăх чупать, хĕсĕк ту хушăкĕнче Эрмен туçийĕн айăкисене — Малатья тата Эргани — касса тухса, кайран тарăн вар витĕр Сирин пушхир платтипе тата Месопотамин çурçĕр пайĕпе шывĕсене куçарать, юлашки юхăмĕнче (Хит хулинчен аялларах) яка Месопотами айлăмĕпе, аллювиал (наносами): кунти юхăмĕн анлăшĕ — 150 — 500 м, тарăнăшĕ 10 м çитет. Аялтарах Евфрат Тигрпа çыхăнать, Шатт-эль-Араб ята куçать те Перси пырне шывне çитерет. Тĕп юпписем — Тохма, Гёксу (сылтăм), Белих, Хабур (сулахай) — Евфрата çӳл тата вăтам юхăмĕнче кĕреççĕ; Ирак çĕрĕсенче Евфрат çумĕнче типĕ улăхсем — вади — выртаççĕ, вĕсене тăрăх çумăрлă вăхăтсенче кăна шыв тулать.




#Article 596: Месопотами (249 words)


Шывхушшиçĕр (Икшывхушшиçĕр, Месопотами, грек чĕлхи Μεσοποταμία) — паянкунхи Ирак çĕрĕсенчи Тигрпа Евфрат шывĕсем хушшинчи çĕрĕ, Евроази цивилизацин сăпки.

Мессопотами вырăнĕнче авал темиçе патшалăх — çак шута шумер хулисем Киш, Урук (Библири Эрех), Ур патшалăхĕ, Лагаш, Умма патшалăхĕсем, семитсен хули Акшак , аморейсен/шумерсен хули Ларса, çапла тата Аккад, Элам патшалăхĕ, Ассири тата Вавилон патшалăхĕсем.

Пĕр гипотезăпа, шумерсем Çĕр çинче пĕрремĕш çырулăха шутласа кăларнă.

Пирĕн эрăччен XXIII ĕмĕр — Аккад патши Саргон I шумерсен тата аккадсен патшалăхесене пĕрлештернĕ.
 
Пирĕн эрăччен XXI ĕмĕрте — Тухăçран тата анăçран темĕнчухлĕ эламитсен тата аморитсен йăхĕсем тапăнса кĕнĕ. Шумерсем тĕнче политика аренинчен çухалнă (Библие çыракансем вĕсен пурнăçĕ çинчен нимĕн те пĕлмеççĕ). 

Пирĕн эрăччен XIX—XVIII ĕмĕрсенче — çĕнĕ патшалăх çурални, шĕкĕр хули — Вавилонра, паянкунхи Багдад çумĕнче, патшисем Аморитян династинчен тухнă. Хаммурапи патша Месопотамипе Сирие пĕрлештернĕ. 

Пирĕн эрăччен XVI ĕмĕрте — Тигра шывĕн çӳл юхăмĕнче Ассири патшалăхĕ пулса тăни: паллă хуласем — Ассур Ниневи — шĕкĕр хули Нина, тата Семирамиды хулана никĕсленĕ. 

Пирĕн эрăччен 743—735 çулсенче — Набонассар патшана ларнă. Астрономи тĕпчевĕсĕне/сăнавĕсене кашни кунах ирттерме тытăннă. 

Пирĕн эрăччен 729 çулта — Вавилона Ассири патши Тиглатпилесар II ярса илнĕ. 

Пирĕн эрăччен 680—669 çулсенче — Ассири патши Асархаддон астулта ларнă тапхăрĕ. 

Пирĕн эрăччен 538 çулта — Перси патши Кир Вавилона тата Ассирине хăй аллине туртса илет. 

Пирĕн эрăччен 336 çулта — Эксемер (Македони Александрĕ) Мессопотамине çапăçса илет. Вăл вилнĕ хыççăн Мессопотами  эллинисен Селевкид патшалăхĕ çумне хутшăннă. 

Пирĕн эрăччен II ĕмĕрте — Вавилон вилĕмлĕ хула, кунта ишĕлчĕксем çеç выртаççĕ. 

Пирĕн эрăччен I ĕмĕр — юлашки пирĕн кунсене çитнĕ  савăл çырулăхĕ.




#Article 597: Бразили (255 words)


Бразили, официаллă ячĕ Бразили Федеративлă Республики (порт. República Federativa do Brasil) —Кăнтăр Америкăри халăх шучĕпе те çĕр лаптăкĕпе те чи пысăк патшалăхĕ. Материкăн тĕп тата тухăç енĕсене йышăнать. Шĕкĕр хули — Бразилиа.

Çурçĕртен кăнтăра — 4320 çм, тухăçран анăçа — 4328 км. Бразили Француз Гвианипе, Суринампе, Гайанăпа, Венесуэлăпа, Колумбипе, Перупа, Боливипе, Парагвайпа, Аргентинăпа, Уругвайпа чикĕсем тытать. Типçĕр чиккисем тăршшĕ 16 пин çм яхăн. Тухăçра Атлантика океанĕ, унăн шывĕсенче темиçе утрав (чи палли — Фернанду-ди-Норонья). Тинĕс çыранĕсĕн вăрăммăшĕ — 7,4 пин çухрăм.
Çĕр лаптăкĕ (утравсемпе) 8512 пин çм².

Халăх йышĕ 186,1 млн çынна çитет (2005).

Бразилишĕн шăрăх çанталăк çывăхрах пулать. Уйăхри вăтам температура: +16 — +29 °C; çӳллĕ тухăçри вăтам температур утăра: +12 — +14 °C; шăнтнисем те пулаççĕ. Амазонин анăçĕнче климачĕ экваторлă нӳрĕклĕ (нӳрĕксем 2000—3000 мм пĕр çулта, уйăхĕн вăтам температура амплитудисем: 2—3 °С, Амазонин тухăçĕнче тата унăн çумĕнчи пологих склонах Гвиана тата Бразили якатăвĕсен — субэкваторлă типлĕхлĕ 3-4 уйăхлăх тапхăрĕсем (1500—2000 мм нӳрĕксем, тинĕс хĕрринче 3000 мм пĕр çулта). Бразили якатăвĕн тĕпĕнче тата Пантаналере — субэкваторлă нӳрĕ климачĕ (пĕр çулта 1400—2000 мм нӳрĕксем) температурăн пысăк амплитудисем (45—50 °С çитиччен); якатăвĕн çурçĕр-тухăçрĕнче нӳрĕксен шайĕ çулта 500 мм тата сахалтарах пулать, çумăрсем сайра хутра пĕрмаях мар çăваççĕ: çак çĕрсенче типлĕхсем тăраççĕ. Тухăç чиккинче климачĕ тропиклă пассатлă, шăрăх та нӳрĕклĕ, кĕске типлĕхлĕ сезонĕ пулать. Якатăвĕн кăнтăрĕнче пĕрмай нӳрĕклĕ, тропиклă климат Паран платти çинче тата субтропиклă — тухăçри çӳллĕх çĕрсенче.

 Бразилин хальхи регионсемпе штатсем çине пайланине кăтартакан картти.

Бразили 26 штатпа 1 федераллă округа пайланать.

Унсăр пуçне патшалăха регионсем çине пайлаççĕ. 

Тĕнчере Бразили кофе пуçтарупа пĕрремĕш вырăн йышăнать.




#Article 598: Бразилиа (142 words)


Бразилиа (порт. Brasília) — Бразилин шĕкĕр хули (1960 çулхи ака, 21), на берегу искусственного водохранилища. ЮНЕСКО Пĕтĕмтĕнчери кăнарĕ шутĕнче.

Халăх шучĕ (хула тулашĕсемпе) 2,2 млн. çынна çитет.

Паянкунхи Бразилин шĕкĕр хули çĕршывăн тĕп çĕрĕнче, Тĕп якатăвĕнче, тинĕс шайĕнчен 1050—1200 м çӳллĕшĕнче, Прету тата Дешкоберту шывĕсем çумĕнче вырнаçнă. Хула вырăнне çĕршывăн политика тĕпĕсенчен — Рио-де-Жанейро тата Сан-Паулу хулисенчен — аяккарах, çав вăхăтра пушă çĕрте суйласа илнĕ. Çакăн пек йышăну стратеги тата вăрçă хăрушсăрлăх енчен питĕ вырăнлă пулса тăрать.
Кунта тропиклă континентлă климат, нӳрĕклĕ çумăрлă çусем (çурçĕр çуршарĕнче çак вăхăтра хĕл) тата типĕ хĕвеллĕ хĕлсем (çу уйăхĕн варринчен пуçласа чӳк уйăхĕн варриччен). Çулти вăтам температура +21°С, сезонра 15°-рен 30° çити çул хушшинче. Чи шăрăх уйăх — авăн.
Хулари флора тата фауна — саванна евĕрли, тĕрĕсрех — бразили «серраду» пекскер.

Хулара тĕнчери Ж. Кубичек ячĕллĕ аэропорчĕ, çăмăл тата апат-çимĕç промыçлисем, Наци университечĕ, Наци театрĕ пур.




#Article 599: Смолин Анатолий Семёнович (115 words)


Смолин Анатолий Семёнович, — чăваш сăвăçи, тăлмачĕ. 1956 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Куславкка районĕнчи Шăнчас ялĕнче çуралнă.

СССР ÇП пайташĕ. 1996 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ, 1993 çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ пулнă.

Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе тухнă. «Çил çунат» журналăн поэзи уйрăмĕн ертӳçи, каярахпа тĕп редаторĕ вырăнĕсене йышăннă. Чăваш Ен президенчĕн пулăшаканĕ пулса та вăй хунă.

Смолина Людмина Валериановнăпа мăшăрĕпе пĕрле икĕ ача çуратса ӳстернĕ.

Хăй каланă тăрăх шкулта 7-мĕш класа çитиччен вырăсла кăна сăвăсем çырнă. Кайран вара, Есенин сăввисене Петĕр Хусанкай куçарăвне вуласан чăвашла çырма пуçланă.

Çак кĕнекесене кăларнă:

Чăваш сăвăçисен ĕçĕсене вырăсла нумай куçарнă: М. Фёдоровăн «Арçурипе», К. Ивановăн «Нарспи» поэмисене, Çеçпĕл Мишшин «Паянтан» сăввине.

 




#Article 600: Варачан (304 words)


Варачан, — сăварсен VI - VIII ĕмĕрсенчи хули.

Пăлхарсен пĕр пайĕ, сăвар ятлă пысăк йăхĕ ун чухне Аслă Пăлхара кĕмен. Вĕсем Хасар хаканлăхĕнче пурăннă, хăйсен çурма ирĕклĕ ханлăхĕ пулнă. Çакăн пирки X ĕмĕрте пурăннă эрмен мăнахĕ Моисей Каганкатваци хăйĕн «Агвансен историйĕ» кĕнекинче питĕ тĕплĕн çырса кăтартать. Вăл çырнă тăрăх, 660 çулта хасарсем алпансене тапăнаççĕ, анчах вĕсене çĕнтереймеççĕ. Тепĕр тăватă çултан вара вĕсем сăварсемпе пĕрле алпансене çĕмĕрсе тăкаççĕ те Аракс юханшывĕ патне çитеççĕ. Ун чухне сăварсен патши Улăп-Илитвер (Алп-Илитвер) пулнă. Вăл 664 çулта алпансен çĕрĕ çине тапăнса кĕнĕ çарне ертсе пынă.

Илитвер-Улăп тытса тăракан Сăварстан тĕп хули Варачан пулнă. Хула вырăнĕ Çурçĕр Кавказра, хальхи Дагестан çĕрĕ çинче пулнă пулас.

Вăрачан хулинчи пурăнакан сăварсен чĕлхи пăлхарсен пекех пулнă. Вĕсем çĕр ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăннă, кирлĕ чухне вăрçă вăрçма та ăста пулнă. Пăлхарсем пекех, сăварсем те чи аслă Турра, Танкăра, пуç çапнă. Вĕсен тата Кăвар-Турă (Куар) та пулнă. Ăна чысласа, Варачан хулинче чӳк тунă. Çакăн пирки грексен историçĕ Феофилакт Симокатта та çырса хăварнă.

Кăвара пуççапасси сăвар-чăвашсен сĕм авалах Туранра, ĕлĕххи Сăкăтпа хальхи Туркмени çĕрĕсенче пурăннă чухне сăртăш тĕнĕнчен илнĕ пулас.

Унсăрăн пуçне Варачан хулинче пурăнакансем йывăçсене сăвап пек курнă, пуççапнă. М.И.Артамонов «Хасарсен историйĕ» кĕнекинче çапла çырать:«Распространено было поклонение деревьям. Особенно почитается один высокий дуб, находящийся вблизи Варачана. Князь и дворяне, по словам История албан, считали его спасителем богов, жизнеподателем дарователем всех благ... Почитаемым деревьям и богам приносились в жертву лошади, кровь их переливалась вокруг дерева, а голову и шкуру жертвенного животного вешали на сучья. Священные деревья были непркосновенными. Верили, что тех, кто по незнанию, возьмет от них сучья или ветки, ожидают страшные муки, бешенство и даже смерть. Кроме священых деревьев и рощ, у гуннов были капища и идолы...» Ку вара хальхи чăвашсен йăлисем пекех пулать.

Ăна VIII ĕмĕрте арапсем ним юлмиех çĕмĕрсе тăкнă пулас. Çав вăхăтсенче ĕнтĕ сăварсем, анăçăрах пурăнакан пăлхарсемпе пĕрле, Вăтам Атăл тăрăхнелле куçма тытăннă.




#Article 601: Смолина Людмила Валериановна (108 words)


Смолина Людмила Валериановна, (1962 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ярхуньушкăнь ялĕнче çуралнă) — чăваш сăвăçи.

РФ ÇП пайташĕ (1994.

Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Пичетре патшалăх вăрттăнлăхĕсене упрас енĕпе ĕçлекен управлени редакторĕ пулнă. «Çил çунат» журналăн тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ.

Мăшăрĕпе, Смолин Анатолий Семёновичпа пĕрле, икĕ ача çуратса ӳстернĕ.

Çыравçăн сăвăсем çине Филипп Лукин, Юрий Кудаков, Юрий Жуков, Зоя Петрова, Надежда Заводскова композиторсем те чылай юрă  çырнă. Людмила Смолина вырăс поэчĕсен (А. Блок, А. Плещеев, Е. Трутнев, И. Елисеев тата ыт.) хайлавĕсене чăвашла куçарнă. Людмила Валериановна пичетлесе кăларнă кĕнекесем: «Хĕр ĕмĕрĕ - хăналăх» (1993), «Асамлӑ çулталӑк» (1996), «Асамлӑ калтӑрмач» (1998) тата ыт. те.

С.383: 

 




#Article 602: Керженец (юханшыв) (174 words)


Керженец, — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Атăлăн сулахай юппи. Тăршшĕ 290 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 6140 км2.

Юханшыв тăрăх байдаркăсемпе тата кимĕсемпе çинче ишеççĕ. Çавăн пекех вăрман та юхтараççĕ.

Невейка патĕнче пуçланать те Макарьево патĕнче Атăла юхса кĕрет. Атăла юхса кĕнĕ вырăнтан çи çывăх хула — Лысково, вăл Атăлăн сылтăм енче вырнаçнă. Атăлăн сулахай енче вырнаçнă чи çывăх вырăнĕ вара Макарьево. Макарьево сали хăйĕн мăнастырĕпе паллă.

Юханшыв çавăн пекех кивĕ йăлапа пурăнакансен вырăнĕсемпе паллă. Вĕсем кунта XVII — XIX ĕмĕрсенче патша влаçĕнче тарса килнĕ.

Пысăк юпписем: Иркен (выр. Иргень), Пăлпаш (выр. Белбаж), Çурçĕр Козленец, Кăнтăр Козленец, Сăнухтă (выр. Санохта), Ухтыш, Хура (выр. Чёрная)

Пĕчĕкрех юпписем: Хăвăллăх (выр. Дуплянка), Черновка, Сидоровка, Гавриловка, Хурăнлă (выр. Берёзовая), Клятнăй (выр. Клятная), Алфёровка, Кунавка, Чудиха, Студенка, Демишка, Пĕсменес (выр. Безменец), Медведовка, Мишеллĕ (выр. Межевая), Мошна, Кринка, Кӳлĕллĕ (выр. Озёрочная), Клюкинка, Хăвăртшу (выр. Быстринка), Пыдрейка, Мăн Вăлăкуш (выр. Большая Великуша), Шумлевăй (выр. Шумлевая), Макариха, Хурăнлă (выр. Берёзовка), Рустайчик, Чие, Ярук, Хăмла (выр. Хмелевка), Пукай (выр. Пугай), Шушлă (выр. Жужла), Мăн Кăча (выр. Большая Куча), Ялукша (выр. Ялокша), Ламна, Поворотка, Арья, Вязилка.




#Article 603: Латин Америки (241 words)


Латин Америки ушкăнне АПШран кăнтăралла вырнаçнă Америка патшалăхĕсем кĕреççĕ, вĕсенче патшалăх чĕлхи шутĕнче латин чĕлхинчен çуралнă роман чĕлхисене усă кураççĕ. Лингвистика енĕпе Америкăн ытти патшалăхĕсем патшалăх чĕлхисем пирки темиçе пая уйрăлаççĕ. Пĕри Европăра ӳссе аталаннă акăлчан чĕлхиллĕ пайĕ — ăна Англипе Америка (е Акăлчанлă Америка) теççĕ. Тепĕр пайĕ — голланди чĕлхиллĕ, унăн шутне Суринам, Нидерланд Антил утравĕсем тата Аруба кĕреççĕ. Дани патшалăхне кĕрекен Гренланди çĕрĕнче те дани чĕлхипе усă кураççĕ. Çак утрава хăшпĕр чухне вăл географи енĕпе Çурçĕр Америка шутне кĕнине пăхмасăр Европа шутне кĕртеççĕ.

Латин Америкине хăш патшалахсем кĕни пирки тĕп йĕрке çук.

Политикăпа истори енĕпе Латин Америки шутне Испанипе Португали аллинче пулнă Америкăри ĕлĕххи çĕрĕсене кĕртеççĕ: Мексика, Тĕп Америкăн чылай пайĕ, Кăнтăр Америкăн тата Анăç Индин (е Кариб районĕ) çĕрĕсем. Вĕсенче пурăнакан халăхăн ытларах пайĕ испанипе португал чĕлхисемпе калаçать. Çавăн пекех вăл çĕрсене Ибери Америки те теççĕ.

Роман чĕлхисен çĕрĕсен шутне Канадăн Квебек французсен провинцине часах Латин Америкипе çыхăнтармаççĕ, роман ушкăнне кĕрекен франци чĕлхипе усă курăççĕ пулсан та.

Хăш чухне, уйрăмах Пĕрлешнĕ Штатсенче, «Латин Америки» терминпа АПШран кăнтăр еннелле вырнаçнă çĕрсене калаççĕ. Вĕсем шутне роман чĕлхин ушкăнне кĕмен чĕлхеллĕ Белиз, Гайана, Ямайка, Барбадос тата Суринам çĕршывĕсене те кĕртеççĕ.

Бразилинче вара çак терминпа Америкăри испани чĕлхиллĕ çĕршывсене çеç асăнаççĕ.

Геополитика енĕпе пăхсан Латин Америкинче хăйсене çеç пăхăнакан 20 ирĕклĕ çĕршыв, тата темиçе пăхăнуллă çĕрсем. Бразили, паллах, вĕсенчен чи пысăкки шутланать.

Пĕрлешнĕ Штатсенче çак терминпа 1890-мĕш çулсем тарин усă курман, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче çеç хута кĕнĕ. Унчен ăна «Испани Америки» тенĕ.




#Article 604: Ресван (148 words)


Ресван, — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
Вăл Шупашкар районне кĕрекен Мамка ялĕнче çуралнă. 

Патша тарçисем вăйпа тĕне кĕртсе тăван халăх йăли-йĕркине пăсни тата чунне-чĕрине мăшкăллани ăна тахçантанпах тарăхтарса пурăннă. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче упранакан чăнлавсем хальхи Шупашкар районне кĕрекен Анат Кĕнер (Çӳлтикасси) ялĕпе таврари халăх 1774 çулхи утă уйăхĕн 18-мĕшĕн кунĕнче пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнине каласа параççĕ. Вĕсене Анат Кĕнер ялĕнчи чăваш паттăрĕ Калюк, вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Иван Андреев тата Мамка ялĕнчи паттăрĕ Ресван (Андрей Ильин) ертсе пынă. Çак кунхине Ресван хăйсен ялĕнчи хăй пек чунлă 8 чăваша (казаков из чуваш) пухнă та Çӳлтикассине пырса кĕнĕ. Вĕсене хăйĕн паттăрĕсемпе пĕрле Калюк кĕтсе илнĕ. Часах кунта Пайраш ялĕнчи хресченсем те килсе çитнĕ. Вĕсене Якуркка (вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Егор Андреев) ятлă чăваш паттăрĕ ертсе пынă.

Çавăн хыççăнах пăлхава ертсе пыракансем хăйсен текĕрчĕкĕсемпе юнашар ялсене кайнă. Ресван вара Питтукасси (хальхи Ишлей) ялĕнче чиркӳ япалисене туртса илсе халăха валеçсе панă.




#Article 605: Якуркка (149 words)


Якуркка — чăвашсен чаплă паттăрĕ.
Вăл Шупашкар районне кĕрекен Пайраш ялĕнче çуралнă.

Патша тарçисем вăйпа тĕне кĕртсе тăван халăх йăли-йĕркине пăсни тата чунне-чĕрине мăшкăллани ăна тахçантанпах тарăхтарса пурăннă. Чăваш патшалăх тĕп архивĕнче упранакан чăнлавсем хальхи Шупашкар районне кĕрекен Анат Кĕнер(Çӳлтикасси) ялĕпе таврари халăх 1774 çулхи утă, 18 кунĕнче пусмăрçăсене хирĕç çĕкленнине каласа параççĕ. Вĕсене Анат Кĕнер ялĕнчи чăваш паттăрĕ Калюк, вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Иван Андреев тата Мамка ялĕнчи паттăрĕ Ресван (Андрей Ильин) ертсе пынă. 
Пăлхавçăсем çав кунах Çӳлтикассинче пухăннă. Часах кунта Пайраш ялĕнчи хресченсем те килсе çитнĕ. 
Вĕсене Якуркка (вăйпа тĕне кĕртнĕ ячĕ — Егор Андреев) ятлă чăваш паттăрĕ ертсе пынă. Хыççăнах пăлхава ертсе пыракансем ялсене кайнă.
Якуркка хăй çыннисемпе Тăрăн ялне васканă. Ку яла Кĕпер чăвашĕсем тыткăна лекнĕ тиаккăна илсе килнĕ. Ăна вара Якуркка Тăрăн ялĕнче пĕтĕм халăх умĕнче çакса вĕлерме хушнă. Çакăн хыççăн Якуркка хушнипе ял çыннисене чиркӳ пурлăхне халăха пĕтĕмпех ним юлми валеçсе панă.




#Article 606: Ылттăнпик (147 words)


Ылттăнпик — чăваш-пăлхарсен чи чаплă паттăр патши.

Ылттăнпик Атăлçи Пăлхар патши пулсан Челпир çулĕпе каять. Вăл патшалăхри тĕрлĕ тĕнсене ирĕклĕ  аталанма чармасть, Челпир пекех пĕтĕм пăлхар-чăваш йăхне, ăруне, ямахатне, çуртне пĕрлештерме тăрăшать, вырăссемпе туслă пулас тесе тĕрлĕ кнеçсемпе килĕшӳ тăвать. Уйрăмах вăл Ресан (Рязань) кнеçĕсемпе туслă, хăйĕн амăшĕ Ресан кнеçĕн хĕрĕ-çке.
Ку вăхăт пăлхар-чавашсемшĕн питĕ йывăр пулнă. Тискер те шелсĕр монголсем вăйлансах пынă. Вĕсем вара çине тăрсах çурçĕрти тата анăçри çĕршывсене илме хатĕрленеççĕ. Ку ĕçе тума вĕсене Атăлçи Пăлхар чăрмантарать.

Анчах çак çулсенче тата пăлхар-чăвашсен тепĕр тăшман, сутăнчăк Каçи-Параç тупăнать. Вăл Атăлçи Пăлхар астулне ларасшăн пулнипе Ылттăнпикпе вăрçнă. Вăл Батый тапăрне çитет. Çакна пĕлсен тухăçри хăш-пĕр пăлхар-чăваш пикĕсем хăйсен текĕрчĕкĕсемпе тутар-монголсен енне куçма тытăнаççĕ. Вара Пăлхар çĕрĕ икĕ пая уйрăлать. Параç ĕнтĕ Батый-хана Атăлçи Пăлхар çине тапăнма сĕнет.
Тутар-монголсен пысăк çарĕ Атăлçи Пăлхар çине кĕрсе каять. Пăлхар-чăвашсем Ылттăнпик ертсе пынипе сĕкĕнсе кĕнĕ тутар-монголсене ним юлми çапса çĕмĕреççĕ.




#Article 607: Хĕркке (133 words)


Хĕркке — Аттил арăмĕ. Вăл V ĕмĕрте пурăннă. Упăшки вилнĕ хыççăн та татах пурăннă пулас.

Приск Панийский хунсем патне элчĕлле пырса çӳренĕ. Вăл Хĕрккен керменне те çырса кăтартнă. Керменĕ темиçе хуралтан тăнă: «…из коих одни были из красиво приложенных досок, покрытых резьбою, другие — из тесенных и выскобленных до кремизны бревен, вставленных в деревянные круги: эти круги, начинаясь от земли, поднимались до умеренной высоты», — . Хĕркке керменĕнче пиртен тĕртсе тунă пусмасем, тĕрĕллĕ тумсем, пӳйĕсем те нумай пулнă. Хĕркке хăй те питĕ ăста тĕрлеме пĕлнĕ. Вăл ырă кăмăллă, питĕ хитре хĕрарăм пулнă. Аттилпа Хĕркке виçĕ ывăла — Эллак, Ирнак тата Тинĕс — çуратса ӳстернĕ.

Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнакан  (Урсай Хĕлипĕ) ватă чăвашран «Аттилпа Кримкилте» ятлă авалхи эпослă хайлав çырса илнĕ. Çак авалхи чăваш халăх хайлавĕнче Хĕркке çинчен нумай каланă, ăна «халăхшăн тăрăшакан амăшĕ» тенĕ.




#Article 608: Туйтимĕр (102 words)


Туйтимĕр — XVII ĕмĕрти паллă чăваш паттăрĕ.
Туйтимĕр Çĕрпӳ уесне кĕрекен Искей ялĕнче, Емайта ăрĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл хăçан тата мĕнле çĕре кĕнине ралăртнă ĕçсем тупăнман-ха. Унăн тăван ялĕ те  сыхланса юлман, çавăнпа ĕнтĕ халăх сăмахлăхĕсене, чăнлавĕсене упраса ĕмĕр витĕр илсе тухакан тăван ял-йыш юлман.

Вăл Пайтул чаплă юрăçăн-кĕрешӳçĕн  чи шанчăклă тусĕ пулнă. Туйтимĕр хăйĕн çарĕпе пĕрле Пайтулран юлман, вăл малтан Степен Разинпа тĕл пулма Чĕмпĕрелле кайнă, çул çинче темиçе хутчен те Юрий Барятинский кнеç çарĕпе хаяррăн кĕрешнĕ. Кайран вĕсем пĕрлех Чăваш Ене таврăнма тухнă, Хырла шывĕ хĕрринче, Çĕрпӳ хули патĕнче, Тусай, Янтăпа ялĕсем çумĕнче Барятинский çарĕсене аркатнă, Хураккаси ялне ташманран хӳтĕленĕ.




#Article 609: Куба (143 words)


Куба (), официаллă ят Куба Республики (República de Cuba) — Кариб тинĕсĕн çурçĕрĕнчи утрав çинчи патшалăх. Тĕп хули — Гавана.

Утрав çинче 11 мĕльюн 164 пин яхăн çын пурăнать.

Куба Мăн Антил утравĕсем çинче вырнаçнă. Чи пысăккисем — Куба тата Хувентуд («çамрăклăх», малтан Пинос утравĕ пулнă).

Куба 14 провинцирен тата пĕр уйрăмлă муниципаллă çĕртен (Isla de la Juventud) тăрать.

Кунта пĕрремĕш Европа çынни Христофор Колумб çитнĕ, вăл архипелагăн тухăç çыранне 1492 çулхи чӳк уйăхĕнче ура пуснă. 1511 çулта Диего Веласкес де Куэльяр утравсен халăхне пăхăнтарнă, Баракоа фортне йĕркелесе тунă та Кубăн пĕрремĕш Испани пуçлăхĕ пулса тăнă. 1514 çул тĕлне утрав çĕрĕсенче çичĕ пурăнан вырăнсем йĕркеленĕ. 1515 çулта Веласкес хăйĕн тĕп хваттерне Сантьяго де Куба хулана куçарнă, каярахпа вара вăл Кубăн шĕкĕр хули вырăнне йышăнать. Колонизаци тапхăрĕнче вырăнти халăхпа хытă вăрçнă: кунта малтан таино инди йăхĕсем пурăннă, вĕсен шайĕ утравра 75 % çитнĕ пулнă.




#Article 610: Гавана (251 words)


Гавана (исп. La Habana, е San Cristóbal de La Habana) — Куба Республикин тĕп хули, патшалăхăн политика, экономика тата культура тĕпĕ, Гавана провинцин административлă тĕпĕ.

Мăн Гавана лаптăкĕ 724 тв. çм, хула 6 района пайланать.

Гаванăра 2,5 млн. яхăн çын пурăнать. Ку вара пĕтĕм çĕршыв халăх йышĕн 21 % пулать. Гаванăри вунă çынран çиччĕшĕн аслă ашшĕсем Испанирен куçса килниĕ çынсем. Ыттисем хутăш африканлă-испанлă е Азирен тухнисем. Патшалăх чĕлхи — испани чĕлхи. Халăхăн çурри ытла — католиксем. Хăш пайĕ синкрети тĕнĕпе кĕл тăвать, вăл христиан тĕнĕ африка  авалхи кульчĕсен йăлисемпе хутăшнă çемĕн пулса тăнă.

Гавана Куба утравĕн çурçĕр-анăçĕнче, Кариб тинĕсĕн Мексика пырĕ хĕрринче ларать. Хула çумĕнче Гавана  тата Сан-Лисаро илĕртӳллĕ бухтăсем. Кунта субтропик муссон климачĕ. Кăрлачра сывлăш вăтам температури  +25 градус, утăра  +21. Типĕ сезонĕ юпаран акана çити, çуран чӳке çити юхтарса çăмăрсем çăваççĕ. Пĕр çулта çăмăрсем 1500 мм тан ӳкеççĕ.
Кунта пальмăсем, пассифлорă, цитрус тата сандал йывăççисем, топольсем тата ыттисем те ешереççĕ.
Гавана çумĕнчи тинĕс шывĕ пулăпа пуян, 700 ытла тĕрлĕтĕслĕ пулă, моллюскă. Хулара тата тулашĕнче тĕрлĕрен хурт-кăпшанкă, çав шутра çыншăн сиенлĕ, тĕслĕхрен хайăр блохи тата маляри ӳпри сарăлнă.

Гавана хулине 1515 çулта Испанирен куçса килнисем никĕсленĕ. Вĕсем киличчен утрав çинче индеецсем (сибонеи тата таино), анчах та чуралакансем хыта хĕснипе, чирсем, выçлăх пирки авалхи халăхĕ пĕтнĕ тĕлнех çитнĕ. Ӗçлекенсем çитменнине пула испани пăхăнтараканĕсем кунта чура негрсене куçарса килнĕ, вĕсем XVII ĕмĕр пуçламăшĕнче вара Гаванăн чылайăш халăхĕ пулса кайнă.
XVI ĕмĕр вĕçĕнче Гавана Испани колонийĕн Куба утравĕн административлă тĕпĕ шутланать, çак вăхăта ăна генерал-капитанлăх шайне кĕртнĕ. 1728 çулта хулара университет тума пуçланă.




#Article 611: Хетт патшалăхĕ (138 words)


Хетт патшалăхĕ, — хеттсем йĕркеленĕ Пĕчĕк Азири авалхи (пирĕн эрăчченхи 1800—1200 çулсем) патшалăх.

Пирĕн эрăчченхи XVIII ĕмĕр варринче Аннита, Пĕчĕк Ази номан патши, тем пысăкăш çĕрсем çинче патшалăх йĕркеленĕ. Ăна каярах Хетт патшалăхĕ тесе ят панă. Ӗмĕр вĕсĕнче Аннита йăхĕ вырăнне тепĕр йăх йышăннă. Вăл йăхри I-мĕш Лабарна (пирĕн эрăчченхи 1675—1650 çç. патнелле) патшалăх кун-çулĕнче самай тарăн йĕр хăварнă — патшалах çĕрĕсене пĕр тинĕс çыранĕнчен пуçласа тепĕр тинĕс çыранĕ таран сарнă. Астул çине ун хыççăн ларнă тепĕр патши, I-мĕш Хаттусили (пирĕн эрăчченхи 1650—1625 çç. патнелле), çĕрĕсене Сири таран сарнă. I-мĕш Мурсили (пирĕн эрăчченхи 1625—1590 çç. патнелле) Халпăва, Тури Месопотамине хăйне пăхăнтарнă, Вавилон çине харçăпа кайнă.

Пирĕн эрăчченхи XII ĕмĕрте шалти кĕвеçӳсене пула, тулашри ĕçем ăнăçсăр иртнине пула патшалăх арканма пуçланă. Çавна пулах патшалăхра выçлăх пуçланнă пулас. «Тинĕс халăхĕсем» хĕснине пула патшалăх арканса пĕтнĕ, кайран вара пачах та çухалнă.




#Article 612: Аргентина (131 words)


Аргентина (исп. Argentina), официаллă ячĕ Аргентина Республики (исп. República Argentina) — Кăнтăр Америкăри çĕр лаптăкĕн, халăх йышлăхĕн пысăккăшĕпе иккĕмĕш (Бразили хыççăн) патшалăх.

Кăнтăр Америкăн кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă, Çулăмлă Çĕр утравĕн тухăç пайне, юнашар Эстадос тата тепĕр утравсен çĕрне йышăнать. Анăçра Чилипе, çурçĕрте тата çурçĕр-тухăçра Боливипе, Парагвайпа, Бразилипе, Уругвайпа чикĕленет.
Тухăç енче — Атлантика океанĕ. Çыранĕсем таткаланса пĕтни сахал, Ла-Плата эстуарийĕ çеç материк ăшне 320 çухрăма кĕрет. Аргентина çĕрĕ меридианлă тăрăхлă. Тинĕс чиккисем нумая пула ют çĕрсемпе сутă-илӳ ĕçĕсем питĕ аталаннă. Çĕрĕсен пĕтĕм лаптăкĕ — 2,8 млн. тв. çм ( Мальвин е  Фолкленд утравĕсем пуçсĕр — вĕсемшĕн Аргентинăпа Аслăбритани хушшинче килĕшӳ çук).

Унăн шутне 23 провинци тата автономлă тĕп округĕ кĕреççĕ.

Аргентинара яхăн 36 млн çын ( 2001 ) пурăнать :

Аргентина урлă ( çурçĕртан кăнтăр ене ) иккĕ аслă çулĕсем хунă :




#Article 613: Суринам (137 words)


Суринам (нидерл. Suriname), официаллă ячĕ Суринам Республики (нидерл. Republiek Suriname) — Кăнтăр Америкăри патшалăх. Анăçра Гайанăпа, тухăçра Франци Гвианипе, кăнтăрта Бразилипе юнашар вырнаçнă. Çурçĕр енчи çыранĕсем Атлантика океанĕ енне тухаççĕ. Тĕп хули — Парамарибо.

Суринам — Кăнтăр Америкăри çĕр лаптăкĕпе чи пĕчĕк патшалăх шутланать. Çĕршывăн çурçĕрĕнче, Атлантика çумĕнче, патшалăхăн чылай йышĕ пурăнать. Кунта çĕр ĕçĕсемпе тăранса пурăнаççĕ. Кăнтăрта халăхĕ пурăнмасть тесен те пулать, кунта саваннăсем тата çумăрлă тропик вăрманĕсем çеç.

Экватор çумĕнче пулнăран, Суринама тропик климачĕ палăртать. Сывлăш температури пĕрпек тенĕ пекех. Çулта çумăрсен икĕ тапхăрĕ: раштавран нарăс пуçламăшĕччен тата акаран пуçласа çурла варриччен.

Çурçĕр-тухăçра пысăк шавупранăвĕ пур, ăна 1964 çулта бокситсем тунă чух нумай электроэнерги кирлĕ пирки кӳлсе хунă.

Уявсем
ДатаЧăвашла ячĕВырăнти ячĕĂнлантаркăч
Кăрлач, 1Çĕнĕ çул
Нарăс, 27КарнавалCuracao CarnivalКунĕ куçать
Çу, 1Ӗçчешсен кунĕ
Утă, 1Чуралăха пĕтернин кунĕKeti Koti
Чӳк, 25Пăхăнманлăх кунĕ
Раштав, 25Раштав
Раштав, 26Твиди Кертсдаг




#Article 614: Уругвай (157 words)


Уругвай (исп. Uruguay), официаллă ячĕ Уругвай Тухăç Республики (исп. República Oriental del Uruguay) — Кăнтăр Америка материкĕн кăнтăр-тухăçĕнче, Атлантика океанĕн хĕрринче вырнаçнă патшалăхĕ. Шĕкĕр хули — Монтевидео. 

Уругвайран çурçĕрте Бразили, анăçра Аргентина, тухăç тата кăнтăр енчен — Атлантика океанĕ.
Типçĕр çинчи чиккисен тăршшĕ — 1 564 км, тинĕс хĕррипе пыракан чиккисен тăршшĕ — 660 км.
Сăртлă çĕрсем кăнтăр еннелле хулленех айлăмсене куçаççĕ.

Уругвай çыранĕсем лутра, якатса тӳрлеттернĕ пекех, лагуна евĕрлĕ.

Климачĕ кунта субтропиклă, океанçумлă. Кăрлачри вăтам температура 22-24 °C, çĕртмере 10-12 °C. Кăнтăр çилĕсем —«памперо» — вĕрме тытăнсан, температура -5 °C таран ӳкет, юрсем çума пуçлаççĕ.

Çул хушшинчи кĕр кунĕсенчи çумăр-юр максимумĕ 1000 мм кăнтăр енче тата шалти районĕсенче пулать. Çурçĕрте тата çӳллĕ çĕрсенче çумăр-юр шайĕ 1200 мм таран çитет.

Европеецсем куçса киличчен Уругвайра темиçе инди йăхĕсем пурăннă. Халĕ паянкун патшалăхра 88% пурăнаканĕ европеидлă расă евĕрлĕ, ытларах Испанипе Италинчен тухнăскерсем. 8% çеç метиссем пулаççĕ.

Хула çыннисен шайĕ — 88,7%. Шĕкĕр хулинче — Монтевидеора —Уругвайăн 40% халăх йышĕ.




#Article 615: Çĕрпӳ историйĕ (339 words)


В.Д.Димитриев профессор каланă тăрăх Çĕрпӳ хулине 1689 çулта никĕсленĕ. Чăвашсен паллă историçĕ хăйĕн 1986 çулта пичетленсе тухнă Чувашия в эпоху феодализма Çĕрпӳ хули тĕлĕнчи çĕрсем тахçанах Крымсарай ятлă улпута е пике пăхăнса тăнине палăртать. Н.М.Карамзин вара Хусанта Мухаммед-Эмин патшара ларнă чух кунта Артак ятлă вунпӳ е пик пулнине палăртать, хулана Цевели тесе çырать.
XVIII ĕмĕр вĕçĕнче вырăс мишавайĕ К.С.Милькевич Çĕрпӳ хулине никĕслени çинчен питĕ кăсăк халăх сăмахĕ çырсп илнĕ: Первоначальные жители сих мест, известные под названием чуваш, уверяют, что по словесному преданию от их предков известно, в древности жил тут их чувашский князь, называемый Пулат, который, не пожелав быть под ведением города Чебоксар, уступить преимущество свое прочим князьям, ездить почасту в оный город и давать отчет, испросив позволения у царя Ивана Васильевича, построил город, куда его величество повелел отправить воеводу и учредить там земское правление. Напоследок князь Пулат, выведя жителей из деревни Сюрбеевой, поселил их от города 12 верстах. А прочие деревни Сюрбеевы, которые построению города не мешали, оставил на своих местах, и от них сей город на чувашском языке получил свое наименование Сюрбе хула.
В.Д.Дмитриев 1993 çулта тухнă Чувашские истоические предания кĕнекинче çапла çырать: ...на месте Çĕрпӳ, был основан город Цивильск, вследствие чего жители этого селения подались на юг. Несколько дворов остались в Çĕрпӳел, остальные отправились в степь — на территорию нынешнего Комсомольского района, где имеются селения, также называемые Сюрбеево. Расставанье между оставшимися в Çĕрпӳел и уезжающими в степь было очень трогательным, многие рыдали, а один из уезжавших, от сильного волнения, бросил свой войлочный колпак в овражек.
Çапла вара, чăваш пикĕ (кнеçĕ) Пулат (Пăлат) пурăннă вырăнта вырăссем хăйсен хула-карманне туса лартса ăна хăйсен колонизаторла ĕçĕсене сарма вырăн пек çирĕплетме тытăнаççĕ.
XVI ĕмĕрте Çĕрпӳ хулинче лăпкă пулман. Вырăссем чăвашсене вырăслатма, хăйсен чурисем тума тăрăшнă. Чăвашсем вĕçĕ-хĕррисĕр пăлханнă, вăрçма çĕкленнĕ. Çĕрпӳ таврашĕнчи чăвашсем Иван Болотников пăлхавне тутшăнни паллă. 1608 çулта пăлхавçă-чăвашсем хулана туртса илеççĕ те пĕтĕмпех çунтарса яраççĕ. Çав хушăрах 1611-1612 çулсенче Пăлхаварлă саманара Çĕрпӳ çыннисемпе таврари чăвашсем Мускава пулăшас ĕçре те питĕ маттур пулаççĕ. Çичçĕр ытла чăваш — турхансем, çĕрпӳсемпе вунпӳсем тата пӳсем  — халăх çарне хутшăнаççĕ, паттăрлăх кăтартаççĕ.




#Article 616: Ямайка (230 words)


Ямайка — Кариб тинĕсĕ таврашĕнчи утравлă патшалăх. Малтан Аслă Британин колони çĕрĕ пулнă.

Ямайка — Анăç-Индири патшалăхĕ — Кариб тинĕсĕнчи хăй ятлă утрав çинче вырнаçнă. Британи Пĕртуслăхĕн шутне кĕрет. Анăçран тухăçалла тăршшĕ — 225 çухрăм, çурçĕртен кăнтăралла – 35 çухрăмран пуçласа 82 çухăма çитет, тинĕс çыранĕн вăрăммăшĕ — 1022 çухрăм. Пĕтĕм çĕр лаптăкĕ – 10 991 тв. çм.

Пурăнакансен тымарĕ Африка материкĕ (76% ытла); 15% яхăн –хутăшлă афро-европаллă; 1,3% – Инди тымарĕнчен тухнисем; 0,2% – китаецсем; 0,2% - Европăн тымарĕнчен тухнăскерсем (акалчансем, ирландецсем тата ыттисем те). Официаллă челхе – акăлчан, çапах та вырăнти акăлчанла-креол патуа чĕлхи. Тĕн енĕпе 61% ытла тĕрлĕтĕслĕ тĕн юхăмĕсе протестантсем, («Турă Чиркĕвĕ», баптистсем, англикансем, çиччĕмĕш кун адвентисчĕсем, аллăçсем, методистсем, Иеговăна курнисем тата ыттисем те), 4% - католиксем, 35% урăх тĕн йăлисене тытса пыраççĕ (синкретиллă, растафари, татах сахаллă бахаитсем, мăсăльмансем, иудаистсем тата ыттисем те).

Патшалăхăн 55% халăхĕ ытла хуласенче пурăнать. Чи пысăк пурăну вырăнĕсене тинĕс хĕрринче никĕсленĕ:

Христофор Колумб кунта 1494 çулта киличчен утрав çинче араваки инди йăхĕсем пурăннă. Испани утрава колони туса хунă. Вĕсем вырăнти инди халăхăн чылайăш пайне пĕтернĕ, колонизаторсем утрава сахăр плантацисенче ĕçлеттерме Африкăран чурасене турттарса килнĕ. 1655 çулта Ямайка акăлчансем аллине куçнă, вара вăл акăлчансен Кариб тинĕсĕнчи чи паха колонийĕ пулса тăрать. 1838 çулта чуралăха пăраçăхланă. 1870-мĕш çулсенче Ямайка хуçалăхне АПШ капиталĕ кĕме тытăнать. 1959 çулта патшалăх шалти енчен хăйне хăй йĕркеленсе пырать, 1962 çулта вара Ямайка Британи Пĕртуслăхĕнче ирĕклĕхлĕ патшалăх пулса тăрать.




#Article 617: Эллак (129 words)


Эллак — Аттил ывăлĕ, хунсен патши.

Эллак ячĕ икĕ сăмахран пуçтарăнать: Эл — çĕршыв, патшалăх, ак — кĕрешӳçĕ.

Вăл хăçан çурални палли çук. Унăн ятне чăнлавсенче 448 çулта кăтартнă. В.В.Латышев Известия древних писателей кĕнекинче хунсен патши Аттил 448 çулта Эллак ывăлне акацирсен ханĕ туса хунине каланă. Акацирсем тесе ун чухне Тухăç ен хунсене каланă, вĕсем Çурçĕр Кавказ çеçенхирĕсенче пурăннă.
Кун пирки М.И.Артамонов хăйĕн История хазар кĕнекинче те çырать:Часть изменивших акацирских вождей была перебита, других застили покориться. Хотя Куридах уцелел и остался во главе своего племени, начальником над акацирами и другими причерноморскими племенами Атилла поставил в 448 году своего старшего сына Эллака.
Венгрсен паллă ӳнерçин Мор Танăн Аттил ĕçки-çики ӳкерчĕкĕнче Аттил патшине курма пулать, унтах та унăн кăнар-тиккийĕ Эллак, сылтăм енче курăнать.  
М.И.Артамонов Эллак Недао патĕнчи çапăçура вилнĕ тесе çырать.




#Article 618: Ирнак (203 words)


Ирнак — Атăл ывăлĕ, палхар-хунсен ĕмпĕвĕ.

 
Кури Вантер хăйĕн Чăваш халăхĕн историйĕ кĕнекинче Аттил ывăлĕсем пирки çапла çырать:Атăлăн юратнă ывăлĕ Эрнак (Ирнак) хăйĕн ушкăнĕпе Днестр шывĕ Хура тинĕсе юхса тухнă вырăналла юлнă. Унăн славян халăхĕсемпе вăрçса вилмелле пулнă. Паллă тĕпчевçĕ М.И.Артамонов çырать:Многие ученые полагают, что болгары, оказавшиеся беспокойными соседями Восточно-Римской империи на Дунае, представляют одно из подразделений гуннов, после распадения державы Атиллы поселившиеся в Малой Скифии, т.е. в степи северо-западного Причерноморья, между Дунаем и Днестром, под начальством любимого сына Атиллы Ирнака. Эллак вилнĕ хыççăн Ирнак кăнар-тиккĕ пулса тăрать. Аттил вилнĕ хыççăн хунсен утлă çарне гепитсем Недао хули патĕнче çĕмĕрсе тăкаççĕ. Çакăн хыççăн пăлхарсем, хасарсем тата сăварсем Хунстанран уйрăлса хăйсен элне йĕркелесшĕн кĕрешме тытăнаççĕ. Вĕсем вара сарăккăрсем ятпа пурăнма тытăнаççĕ. Ирнак çак йăхсене ытти хунсен йăхĕсемпе каллех пĕрлештересшĕн кĕрешнĕ, анчах ку ĕç кăлăхах пулнă. Ирнак хăçан вилни паллă мар. Вăл вилнĕ хыççăн сарăкăрсем историрен çухалма тытăнаççĕ. Возглавляемый ими союз распался, — çырать ун пирки М. И. Артамонов, —и входившие в него племена в дальнейшем выступают в других комбинациях и под другим лидерством. Возможно, что крушение сарагурского союза связано с вторжением савар, которые, вытеснив их вместе с оногурами идругими племенами из Западной Сибири и Южного Приуралья, сами вслед за ними явились в степи Северного Предкавказья...




#Article 619: Патмар Эдисон Иванович (175 words)


Эдисон Иванович Патмар (1955, ака, 11, Яманак ялĕ, Красноармейски районĕ, Чăваш АССР çур.) — чăваш прозăçи, сăвăçи.

Раççей çыравçисем пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), пĕтĕм тĕнчери баталистсемпе маринистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ. Нестĕр Янгас ячĕллĕ парне лауреачĕ. Алексей Талвир ячĕллĕ парне лауреачĕ. Артур Беккерăн ылтăн тата пăхăр медалĕсене илме тивĕçлĕ пулнă. Чăваш халăх академикĕ. 

Совет Союзĕн тата ытти ют çĕршывсен 7 медальне тивĕçнĕ.

Чăваш Енĕн Красноармейски районĕнчи Яманак ялĕнче 1955 çулхи ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче çуралнă.

Амăшĕ — Ольга Ивановна, ашшĕ — Патмар Иван Анисимович. Ольга Ивановна культура ĕçтешĕ пулса юнашар ялта библиотекăра ĕçленĕ.

Запасра, 1998 çулччен «Патмар» кĕнеке издательствине ертсе пынă, пĕр вăхăт, 1995 çулта, «Защитник Отечества» хаçат редакторĕ пулса ĕçленĕ. 1998 çулччен хăй çырнă хайлавсене, аттен ĕçĕсене редакцилесе, ытти çыравçăсен сăвви-калавне хакласа кĕнекесем кăларнă. Кайран, вĕрентекенсен тата тĕрлĕ çыравçăсен сĕнĕвесене шута илсе, икĕ журнал уçнă — «Халăх ăс-хакăлĕ» тата «Халăх ăс хакăлĕ» библиотеки». 2003-2004 çулсенче Чăваш республикин вĕрентӳ институчĕнче аслă преподаватель пулса ĕçленĕ. 2005 çултанпа «Капкăн» журнал редакторĕ.

Пĕрремеш сăвви «Ял пурнăçĕ» хаçатăн 1970 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи 156-мĕш (3197) номерĕнче пичетленнĕ.

Мăшăрĕ, Татьяна Петровна, педагог. Сергей ывăла ӳстереççĕ.

 




#Article 620: Атăл (хунсен çулпуçĕ) (248 words)


Аттил (, , 453 çулта вилнĕ) — хунсен ĕмпĕвĕ, Рейнпа Çурçĕр Хуратинĕсçумĕ хушшинчи çĕрсенчи йăхсен патши. Вăл 395 çулăн пуçламăшĕнче çуралнă пулас. 453 çулхи пушăн 15-мĕшĕнче вилет.

Аттил çĕре кĕрсен пĕр ĕмĕр иртсен гот историкĕ Иордан хунсен çулпуçĕ пирки çапла асăннă: «Пĕтĕм хунсене пăхăнтаракан тата чаплăхĕпе варварсем хушшинче мĕнпур Скифири йăхсен çав тери ăмсануллă патши.» Хунсен çулпуçĕ пирки астăвăм ĕмĕрсем тăршшипе герман эпосĕнче упранса пынă, скандинав сагисене те куçнă. Халăхсен Аслă куçăмĕ тапхăрĕнчи германсен малтанхи юмахĕсенче, варвар аслă ертӳçисем хушшинче Аттилăна пĕрремĕш вырăна, герман патшисен умне, тăратнă.

Пĕтĕм Балкан çурутравне çĕнтерсе илнĕ хыççăн хунсем 448 çулта хăйсен чаплă та мухтавлă патши ертсе пынипе Хĕвеланăç Европăна тухса каяççĕ. Вĕсем Бургундие, франксем пурăнакан çĕрсене çĕнтерсе илеççĕ. Хунсем Лютеция (хальхи Париж) хулине çĕмĕрсе кĕрсе çунтарса яраççĕ. Пĕтĕм Европа хунсем умĕнче чĕтренсе тăрать.

Çакна балкар тĕпчевçи И.М.Мизиев хăйĕн История Карачаево-балкарского народа кĕнекинче палăртать: В придунайских степях, на территории бывшей Малой Скифии гунны образовали свое новое государство во главе с легендарным вождем Аттилой, имя которого ученые возводят к тюркскому слову Ата — отец, — çырать вăл. — На протяженни всего V века Аттила вел в Европе самую активную политику, удерживая под своей властью множество европейских племен и народов, и никто не мог ему перечить в решении сложных международных вопросов этого времени.

Анăç тюркологсем шутланă тăрăх, Аттил ячĕ (е ИтилЬ) паллă патшан кăпчаксенче, огузсенче тата ытти халăхсенче юлнă ячĕ, Атăл (хыçалти — хытă) - пăлхарсенче, хасарсенче, чăвашсенче юлнă ячĕ.
Хасарсен тĕп хули Итиль пулнă. Анчах та Кийӳ çырăвĕнче ăна хыçалти хытăллă варианчĕпе çирĕплетнĕ —АTYL.

 




#Article 621: Кури Вантер (130 words)


Комиссаров Гурий Иванович (Кури Вантер) — чăвашсен паллă çыравçи, журналисчĕ, тăлмачĕ, чĕлхеçĕ, педагогĕ, философĕ, халăха çутта кăлараканĕ.

Гурий Иванович чăвашла, вырăсла, ватă славянла, пушкăртла, тутарла, латинла тата французла калаçнă. 

Унпа пĕрле ĕçленĕ тата ăна вĕрентнĕ çынсем: И.Я. Яковлев, Н.В. Никольский, П.М. Миронов, Н.И. Ашмарин, Ф.П. Павлов, И.Е. Ефимов-Тахти, А.И. Матвеева-Нухрат, С.В. Сухарев, К.Ф. Тарасов - Ухик, П.А. Петров-Туринке, И.Н. Антипов-Каратаев.

Кури Вантер 1883 çулхи юпан 3-мĕшĕнче Хусан кĕпернин Етĕрне уесĕнчи Патăрьел (халĕ Чăваш Республикин Çĕрпӳ районĕ) ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Чăваш халахĕн тĕпчевçи 1957 ç. канăва тухать.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенчех чаплă чăваш асăннă халăх пĕтессине кăтартакан хăрушă паллăсем:

Чăваш халăхĕ чапа тухассине кăтартакан ырă паллăсем:

Гурий Вантер сăвăсен, пьесăсен, статьясен авторĕ. Вăл Г. Бичер-Стоу хайланă «Хижина дяди Тома», Н.К. Лебедевăн «Один среди дикарей», «Жизнь и путешествия Миклухо-Маклая» кĕнекесене чăвашла куçарнă.




#Article 622: Аслă Пăлхар (354 words)


Аслă Пăлхар, — Хура тинĕспе Азов тинĕсĕ çумĕнчи çеçенхирсенче вырнаçнă авалхи патшалăх. Патшалăха йĕркелекенĕ — Купрат. Аслă Пăлхар 165-681 çулсенче тытăнса тăнă.

Пирĕн эрăчченех, Алтай таврашĕнче хун йăхĕсем шутĕнчи Тулă ăрăвĕ чапа тухнă. Тулă ăрăвĕнчен пăлхарсен, Танайçи (Дунайçи) пăлхарсен те, тата ытти хунсен пикĕсемпе патшисем тухнă. VII ĕмĕрте хунсен ячĕ пĕтсе пырать, ун вырăнне пăлхарсен, сăварсен, хасарсен ячĕсем чапа тухаççĕ. Пăлхар ячĕ пĕрремĕш хут историре 354 çулта тухать.

Аслă Пăлхар кăтригур пăлхар йăхĕсем тавра чăмăртанма тытăннă. Ун чухне, 626 çулта, аварсем Кустантин çине вăрçăпа кайнă, анчах та вĕсен ăнăçу пулман, аварсене висантисем çапса аркатнă. Çав ансат хушăпа кăтригурсем аварсен пăхăнăвĕнчен тухса ӳкнĕ. Кăтригурсен ĕмпĕвĕ Купрат (584—660 çулсенче), хăйĕн Уртине утигур пăлхар йăхĕсемпе (унчен лешсем  тĕрĕксене пăхăнса тăнă) пĕрлештернĕ, каярахпа онукăр (вунă вăкăр) укăр йăхĕсене кăтригурсем çумне хушнă. Çапла вара Аслă Пăлхар тĕрĕкленсе пынă.

Купрат астулра ларнă чух Аслă Пăлхар аварсенчен те, хасарсенчен ирĕклĕ пулнă. Епле те анăçран хăрушăлăх Авар хаканлăхĕ хавшакланнă май пĕтĕмпех иртнĕ пулсан, тухăç енчен пĕрмаях ахăрсамана сиксе тухкаланă. Купрат хăй хуçаланнă вăхăтсенче пăлхар йăхĕсем пĕрлĕхре тытăнса тăнă, çавăнпа инкек-синкеке хирĕç тăма вăй çитернĕ. Вара вăл вилнĕ хыççăн Аслă Пăлхара Питпуян, Кăтра, Аспарух, Кувер, Альших ывăлĕсем туртса пайланă.  Купратăн кашни ывăлĕ хăйнемайлă уртасемпе пурăнма тытаннă, вара пĕчченĕн вĕсен хасарсемпе тытăçма хăват пулман. Хасарсем тапăнса килсен Аслă Пăлхар пайлансах каять, çав аслă ят историе çеç кĕрсе юлнă.

Кубратăн тăваттăмĕш ывăлĕ — Кубер (Кувер), хăйĕн уртипе Паннонине каять те аварсемпе пĕрлешет. Сирмий вăл авар хаканĕ пуласшăн тăрăшать. Пăлханни ăнăçлă пулманран хăйĕн йăхне Македоние йертсе каять. Унта вăл Керемисия районĕнче вырнаçать, Салоники хулана тапăнса пăхать. Ăнăçлă пулман хыççăн ун пирки çырни урăх тĕл пулмасть, унăн çынĕсем Македонири славян йăхĕсемпе пĕрлешсе каяççĕ.

Кубратăн пиллĕкĕмĕш ывăлĕ — Альших хăйĕн уртипе Италие çитнĕ.

Çакна Павел Диакон каласа панă:
Вĕсем эпир асăннă çак çĕрсенче халичченех пурăнаççĕ, лвтинла калаçаççĕ пулин те, çапах та тăван чĕлхене манăçа ямаççĕ.

Боино хула çумĕнче VII ĕмĕрти Виценне-Кампокьяро некрополĕнче чавса пăхсан 130 вилене пытарнине тупнă, вĕсенчен 13 çынна утсемпе пĕрле пытарнăМингазов Ш. Р. НАСЛЕДНИКИ ВЕЛИКОЙ БОЛГАРИИ В ЗАПАДНОЙ ЕВРОПЕ // Филология и культура. Philology and Culture. — 2012. — № 1 (27). — С. 201—207. 

(Italian) Tombe con cavallo a Vicenne, MontidelMatese.it, March 9, 2007




#Article 623: Кубер (111 words)


Кубер, — (Ку-пĕр (титулĕ)) Аслă Пăлхара йĕркелекен Купрат патшин виççĕмĕш е тăваттăмĕш ывăлĕ. VII ĕмĕрте пурăннă.

Ун пирки Феофан çырать, вăл аварсен патшине пăхăнса Паннонине юлнă тет. Кури Вантер ăна Купратăн тăваттăмĕш ывăлĕ тет.

Кубер ертсе пынипе пăлхарсем 686 çулта хăйсен патшалăхне никĕслеççĕ. Кувер çарĕ чылай хушă Византи империне хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. «Во главе протоболгарского объединения», — тенĕ «Краткая история Болгарии» кĕнекере, — «пришедшего в Македонию около 686 г., стоял протоболгарин Кубер, поднявший восстание против хагана...»

Кун чухне кубер пăлхарĕсем аварсен хаганĕпе вăрçнине каланă. Кубер Македонире çирĕпленнĕ хыççăн Фесалоникире (хальхи Болгари çĕрĕ) те хуçа пуласшăн пулнă. Ун хыççăн вара Константинополе çĕнтерсе илсе Висанти импери çĕрĕ çинче Аслă Пăлхарстана çĕнĕрен чĕртме ĕмĕтленнĕ.




#Article 624: Саратуштра (648 words)


Саратуштра  (авест. Zaraθuštra,  — Zartošt, ) — сăкăтсен паллă çынни, сăртăш тĕнне никĕслекенĕ, мăчавар, пӳлĕхçĕ. Хĕвел тухăç Иранра, X — п.эрч. VI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕ (п.эрч. 630-553 çç., пулас) пурăннă. Хăш-пĕр чăнлавсенче вăл Александр Македонскирен 258 çул маларах пурăннă тени те тĕл пулать.

Вăл Авестăн авалхи пайне — Гатсене хайланă.

Саратуштра Спитаман ăрăвĕнчен тухнă. Ашшĕн ячĕ — Пурушаспĕ, амăшĕн — Туктава. 

Саратуштра авланнă çын пулнă, темиçе ача пăхса ӳстернĕ. Сасартăк мĕнпур ĕçне пăрахса вăл пĕтĕм халăха çĕнĕ таса тĕн çинчен хавхаланса вĕрентме тытăннă. Çак аслă та чаплă таса тĕне ăна Ахăр-Маçа (Ахура-Мазра) е тата Маçак-Турă хăй патне Çӳлти тӳпене илсе каласа кăтартнă. Тӳпе хапхи уçăлсан Саратуштра чăн-чăн Çутта курать, çак асама Авеста кĕнекинче питĕ тĕплĕн палăртнă. Вара Саратуштра Чăнлăх мĕнне ăнланса илет. Çичĕ хутчен вăл Маçак-турăна хăйне яланлăхах Çӳлти тӳпене илме ыйтать. Анчах Маçак-турă ăна пурнăç çулне палăртса парать: Саратуштрăн çĕр çинчи çулĕ — кашни çын чун-чĕринче чăн-чăн çутă çутасси.

Саратуштрăн çĕнĕ тĕнĕ çав тапхăршăн питĕ малта тăракан ĕненӳ пулнă. Вăл çынсене вĕлерсе чӳк тунине хирĕç тăнă, унăн вĕрентĕвĕ çĕр ĕçне лайăхлатма, çутçанталăк пулăмĕсене ăнланма пулăшнă. Вăл тĕрлĕ йăхсене мирлĕ, килĕшӳллĕ пурăнма, кил-çурт вучахне упрама чĕннĕ. Авалхи вуншар турра манса вăл пĕртен-пĕр чи аслă турра Ахăр-Маçана (Маçака) пуççапма вĕрентнĕ. Çак тĕне тытса сăкăтсем çĕнĕрен чăмăртанма, хăйсен авалхи культурине тĕпе хурса иккĕмĕш термен пуçлама хал çитернĕ.

Саратуштра вĕрентнипе Ахăр-турă пирĕштисемпе пĕрле çĕр çине анать. Çак вăхăта ахăрсамана тенĕ. Ун чухне вилнисем пурте чĕрĕлсе тăраççĕ. Ахăр-турă вара çынсене явăп тыттарать, никамăн нимле çылăхне те сиктерсе хăвармасть. Никамăн нимле ырă ĕçне те палăртмасăр иртмест... Ахăр-турăна хирĕç тăракан усал — Анкă-Минкĕ (Ангра-Майн) е Ахриман. Вăл пĕтĕм Çутта варалать, Чăнлăха хуплать. Тĕнче чи таса пулăмĕсенчен пĕри — Шыв.

Çав тĕнĕн чи пысăк тасату вăййи — вут е кăвар. Чăвашсем те вутта та, кăвара та пуççапасси çак тĕнрен килет ĕнтĕ. Кăвар-турă çинчен В.Ф.Каховский Происхождение чувашского народа кĕнекере çырать. Çĕнĕ вут йăли те, Кăвар-турă йăлисене чăваш йăхĕсем питĕ авал, Вăтам Азире пурăннă чухне, илнĕ пулас. Авеста кĕнекере çырнă Эй, Вут-Ама, Вут-Аçа, Эсир Хĕвелĕн йăмăкĕпе шăллĕ... сăмахсене чăвашсем авалхи кĕлĕсенче асăннă. Саратуштра пуçарса çирĕплетнĕ, йĕркелесе янă тĕн — авалхи чи чаплă, чи çутă, чи сарăлнă тĕнсенчен пĕри. Вăл Атăлçирен пуçласа Иран, Инди, Китай таран сарăлнă. Индире паянкун та Саратуштра панă çут тĕнпе пурăнакансем чылай.

Сăкăт ăсчăхĕ, чăвашсен мăн аслашшĕсенчен чаплăран та чаплă ывăлĕ Саратуштра çитмĕл çичĕ çула çитиччен пурăннă. Вăл, Магомет пек, çынсене пăхăнтарса, тĕрлĕ халăхсене хĕçпе çĕнтерсе хуçаланма е хăш-пĕр пӳлевсем пек хăйне Турă ывăлĕ теме тăрăшман. Хăйĕн ырă вĕрентĕвĕ пĕтĕм тĕнчипе сарăлсан та, вăл ахаль çын пек çеç пурăннă, пуринпе те пĕрле сăваплă вырăнта кĕлтунă, тертленекенсене ырă канашпа пулăшнă, чирлисене сипленĕ.

Саратуштрăн Çĕнĕтӳллĕхĕ ирансен тĕнне урăхлатать, ăна абстрактлă характер парать. Саруштă пантеонĕн шĕкĕр турăшĕсем абстрактлă ĕмĕтсемлĕ: Ахăр-Маçа (ăс-халлă господин), Хшатра Вария (чи лайăх патшалăх), Хоурватат (туллилăх), Амертат (вилĕмсĕрлĕх), Воху Мана (ырă шухăш), Аша Вахишта (лучшая праведность), Спэнта Армати (таса сапăрлăх), Сраоша (итлемлĕх). Саратуштрă Ари пантеонĕн турăшĕсемпе кĕрешнĕ, çавсенчен хăшĕсене демонсем шутне куçарнă, усалăхпа мрака тĕнчи, вĕсемпе икĕ тĕнчеллĕ Саратуштрă тĕнĕ кĕрешме хушать. Ирансен авалхи кульчĕсене пĕтĕмпех пĕтереймен, чи паллă турăшсем упранса юлнă. Çапла вара илемлĕ Ардви Сура юлнă, Анахита, хĕвел çути турриМитра, пуçа ӳсĕре яракан хаома та культра юлнă: ăна хатĕрлени те, ас тивни те халĕ парссен литургийĕн тĕп пайĕ шутланать. Саратуштрăн литературăри кăнарĕсем — гатсем.

Саратуштра пирки Европăра саралнă кăссай тăрăх нимĕç философĕ-çыравçи Фридрих Ницше «Саратуштра çапла каланă» хайла хатĕрленĕ.

Саратуштра раççей рок-ушкăнĕсен юррисенче шăранать. «Алиса» ушкăнĕн «Красное на чёрном» («БлокАда» альбомĕ, 1987 çул, мусăкпа текст авторĕ — Константин Кинчев) юррин виççĕмĕш куплечĕ çапла вĕçленет:

И в груди хохотали костры, 
И неслись к небесам по радуге слёз. 
Как смиренье — глаза Заратустры, 
Как пощечина — Христос!

Как говорил Заратустра, 

То поцелуешь кого-то, 
То дашь кому-то…

Саратштрăна «Пикник» ушкăн пĕр ятлă юррине («Мракобесие и Джаз» альбомĕ, 2007 çул, мусăкпа текст авторĕ — Эдмунд Шклярский) халалланă.
Саратуштр ăна «Fort Royal» ушкăн пĕр ятлă юрăна («Рокотанго» альбомĕ, 2010 çул) халалланă.

Рихард Штраус композитор «Саратуштра çапла каланă» композицине хайланă, унăн фрагменчĕпе «Что? Где? Когда?» кăларăмра усă кураççĕ.




#Article 625: Улат (101 words)


Улат, — хунсен патши.

Улат ертсе пынипе хунсем саланса кайнă остхотсен юлашкисене йĕрлесе Днепр тата Днестр урлă каçаççĕ, Танай хĕррине çитеççĕ. Остхотсем икĕ ушкăна пайланнă пулнă. Пĕрне Атанарих ертсе пырать, вĕсем Карпат тăвĕсем патне чакаççĕ. Тепĕр ушкăнне Алавив ертсе пырать, вĕсем Танай еннелле чакса пыраççĕ.

Улат çарĕсем Истр урлă каçса авалхи Траки (Фраки) çĕрне çитеççĕ. Хунсем хăйсене хирĕç тухнă Аркади ятлă Висанти император çарне çĕмĕрсе тăкать те Константинополь патнелле васкать. 400-мĕш çулсенче Улат çарĕсем Висанти тĕп хулине хупăрласа илеççĕ, анчах та унта çĕмĕрсе кĕреймеççĕ.

Тепĕр виçĕ çултан вара Улат хăй Виcанти императорĕпе килĕшӳ тăвать. Вăл питĕ пултаруллă дипломат тата çарпуçĕ пулнă.




#Article 626: Хунсем (197 words)


Хунсем, — II—IV ĕмĕрсенче Урал тăрăхĕнче укăр тата сармат йăхĕсенчен пулса тухнă, II ĕмĕрте ку вырăна Китай çеçенхирĕнчен куçнă тĕрĕк чĕлхипе калаçакан хуннусенчен йĕркеленнĕ халăх.

II ĕмĕрте Вăта Азирен куçса килнĕ, IV ĕмĕрсенче Уралçинче тĕрĕк чĕлхиллĕ хунну йăхĕсен тата вырăнти укăрсемпе сарматсен йăх пĕрлешĕвĕ, IV ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Тухăç Европăна çĕмĕрсе кĕнĕскерсем. Хунсен патшалăхĕ Атăлран Рейна çити тытăнса тăнă. Аттила патша тата çарпуçĕ чухне (V ĕмĕрĕн варри) романсен анăç енне туртса илесшĕн кĕрешнĕ. Хунсен тĕп вырнаçăвĕ Паннонире пулнă, каярах кунта аварсем, тепĕртакран — венгрсем вырнаçнă.

Пирĕн эрăччен хунсем Монголи çеçенхирĕсенче пурăннă.

Хунсем Вăтам Азирен Çурçĕр Кавказпа Меоти (Азов) кӳлли таврашне пирĕн эрăри 370-374-мĕш çулсенче хăпса тухнă. Вĕсене ун чухне Паламар патша ертсе пынă.

Ку хушăра Туранра пурăнакан авалхи чăваш йăхĕсем пурте: чăвашсем те, сăкăтсем те, сăварсем те, массакетсем те, шăхальсем те, уписем те, саккисем те, эссекӳльсем те хунсен уртине кĕнĕ. Çак 374 çултан пуçласа вара Халăхсен Аслă Хускалăвĕ пуçланнă. Весь Восток задрожал при внезапно разнесшихся вестях, что от крайних пределов Меотиды, между ледяным Танаидом и свирепыми народами Массагетов, где Александровы запоры сдерживают дикие племена скалами Кавказа, вырвались рои гуннов, которые, летая туда и сюда на быстрых конях, все наполняли резней и ужасом.— çырать IV — V ĕмĕрсенче пурăннă христиан çыравçи Иероним.




#Article 627: Парагвай (111 words)


Парагвай (исп. Paraguay, гуар. Paraguáype), официаллă ячĕ Парагвай Республики(исп. República del Paraguay, гуар. Tetã Paraguái) — Кăнтăр Америка материкĕн варринчи патшалăх. Гуарани чĕлхинче «парагвай» «мăн юханшывран» тени пулать. Юханшывĕ Парана шутланать.

Патшалăхăн кăнтăр тата кăнтăр-анăç енче — Аргентина, çурçĕр-анăçĕнче — Боливи, тухăç тата çурçĕр-тухăç енче —Бразили вырнаçнă.
Çĕршыва Парагвай шывĕ иккĕне пайлать. Юханшывран анăçалла пушхирлĕ Чако çĕрĕ, вăл 60 % яхăн лаптăка йышăнать. Тухăçалла субтропик вăрманĕсемлĕ, айлăмлă тухăçлă çĕрсем.

Çĕршывăн 88 % халăхĕ метиссен шутне кĕреççĕ. Юнхутăштарман индеецсен шайĕ — 2 %, шурӳтлĕ халăх çыннисем — 9 %, 1 % сахаллисем Африкăран, Корейăран тата Японирен тухнăскерсем пулаççĕ. Парагвайра тĕрлĕтĕслĕ халăх хутшăнни-калаçни чухне тĕп вырăнти халăхăн чĕлхипе —гуарани чĕлхипепе — усă кураççĕ.




#Article 628: Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ (101 words)


Чăваш патшалăх гуманитари ăслăхĕсен институчĕ (, 1930 çулхи çурла, 18) — Чăваш Республикин ăслăх-тĕпчев институчĕ, чăваш ăслăлăх институчĕсенчен чи ватти пулать. Шупашкарта вырнаçнă. Халь фейксен институчĕ пулса тăнă. Нучный содрудникĕ пулма чăваш порталне кăна уçса памалла.

Ертӳçи — А.А. Трофимов, ӳнер ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор. Ăслăх ĕçĕсем пайĕн çумĕ — В.Г. Харитонова, истори ăслăхĕсен кандидачĕ.

Институт хушма ăслăхсемпе ыйтусене пур енлĕ тишкерсе тĕпчет: 

Раççейре хăй тĕслĕ ăслăх-тĕпчев институтсем хушшинче хăй евĕрлĕхĕпе пĕртен-пĕрри шутланать.

Институт нумай енлĕ ăслăх тĕпĕ пулса, хăйĕн ĕç-пуçĕпе, тишкерӳ ыйтăвĕсен анлăшĕпе Чăваш Республикишĕн çеç мар, Раççей Федерацинче пурăнакан чăваш халăхĕшĕн, тăван çĕршыв ăслăхĕшĕн аслă пĕлӳн паллă тĕпĕ пулса тăрать.




#Article 629: 1879-1883 çулсенчи Лăпкă океан вăрçи (103 words)


Атакама пушхирĕнче Чили селитра компанийĕ селитра кăларнă. Ку çĕрсен пĕр пайĕ Перу шутне, тепĕр пайĕ Боливине кĕнĕ. 1879 çулхи нарăс уйăхĕнче Чили Боливи çине тапăннă, ака уйăхĕнче вара, Перупа Боливи хушшинче пулăшу килĕшĕвĕ пулнине пула, вăрçăна Перу хутшăннă. 1879 çул вĕçĕ тĕлне Чили çарĕсем Боливин пĕтĕм океан хĕррине тухакан çĕрĕсене, Перун Тарапака провинцине тытса илнĕ. 1880 çулăн çĕртме уйăхĕнче пĕтĕм Атакама пушхирĕ Чили аллинче пулнă. 1881 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чили çарĕсем Перун тĕп хулине, Лимăва, тытса илнĕ.

Боливи Чилипе 1884 çулта килĕшӳ тунă. Вăл килĕшӳ тăрăх Боливи Океан хĕррине тухакан çĕрсене çухатнă — Антофагаста провинцийĕ Чилине куçнă. Килĕшĕве 1904 çулта алă пусса çирĕплетнĕ.




#Article 630: Аруба (394 words)


Аруба (Aruba) — Кариб тинĕсĕнчи, Венесуэла çыранĕсем çумĕнчи пысăках мар утрав. Нидерланды патшалăхĕн федераци субъекчĕ.

Аруба утравĕ вулкан вырăнĕнче ӳссе ларнă. Утрав Кариб тинĕсĕнчи Венесуэла пырне кĕнĕ çĕртре вырнаçнă. Венесуэла çыранĕсене çитмешкĕн 40 çухрăм кăна. Кĕçĕн Антил утравĕсене кĕрекен Çил айĕнчи утравсен ушкăнне кĕрет. Утравăн вăрăммăшĕ 32 çухрăма яхăн, сарлакăшĕ 10 çухрăма яхăн. Лаптăкĕ 193 çм². Аруба çинчи ландшафт ытла уйрăлса тăрать: типĕ тӳремсем питĕ нумай, вĕсен хушшинче сайра тухра çеç йывăç тĕммисем тупăнаççĕ. Юханшывсем, сăртсем çук, чи çӳллĕ вырăн — Хаманота сăрчĕ, унăн чи çӳллĕ шайĕ тинĕс шайĕнчен 188 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнĕ. Анăçра — хăйăрлă пляжсем, тухăç енче — (çилсем вĕрнĕ çĕртре) пушхирлĕ чуллă çырансем.

Халăх йышĕ 94 пин çын (1998). Халăх тĕрлĕ тĕслĕ: Испанирен тарса килнисем, вырăнти индеецсем тата куçса килнĕ голландсем.

Тĕн енĕпе çынсем тĕрлĕ йăласемпе пурăнаççĕ:

Ыттисем индуизм, Конфуцианство тата иудаизм тĕнĕпе пурăнаççĕ.

Официаллă чĕлхе — нидерланд чĕлхи, çапла тата папьяменто чĕлхи (испани чĕлхипе португал чĕлхин креоллă хутăшĕ), акăлчан тата испани чĕлхисем сарăлнă.

Кунта субэкваториаллă, тинĕс енчи климат. Чи нумай нӳрĕк чӳк—раштав уйăхĕсенче ӳкет, çумăрсем çăваççĕ, çулта юр-çумăр шучĕ 500 мм яхăн. Аруба утравĕ Кариб тинĕсĕнчи çил-тăвăлсен çулĕнчен кăнтăрарах вырнаçнă, çавăнпа кунта лăпкă вырăн шутланать. Çул тапхăрĕсем улшăнни сисĕнмест те. Çулла кăнтăрла сывлăш +32 °С таран ăшăнать, çĕрле - +26...+28 °С таран чакать. Раштавра — 28 °С, çĕрле - +24...+26 °С. Утраври шăрăха çурçĕр-тухăçран вĕрекен пассатсем çемçетеççĕ, вĕсем Аруба çийĕн пĕлĕтсене хăвăрт хăвалаççĕ, хăватлă çумăрсене çума ирĕк памаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ Аруба çинче çумăр вăхăчĕ çук.

Утравра вăрмансем сахал, анăç енче ытларах. Вăрмансенче молочай, кактус, урăх йĕплĕ йывăçсем тата ватапана е диви-диви йывăçĕсем ӳсеççĕ. Çĕршывăн тухăçĕнче пушçĕрсенче уйрăммăн ларакан кактуссем çеç тĕл пулаççĕ.

Чĕрчунсен çутçанталăкĕ кунта питĕ начар, Европăран илсе килнĕ выльăхсене çеç курма май пур.

Аруба çинче малтан аравак ăрăвĕнчи индеецсем пурăннă. Утравăн чылай вырăнĕсенче, уйрăмах акшар чул хăвăлĕсенче, пин çулхи инди çырăвĕсене тупнă. Тата кунта авалхи тăмран тунă савăтсене тупнă, халĕ вĕсем Археологи Музейĕнче упраççĕ.

Пĕррисем каланă тăрăх утрав ячтне испани чĕлхипе ăнлантарма пулать: «Oro hubo» тени «ылтăн пулнă» пек куçать (е малтан пулнă). 1499 çулта, Колумб Америкăна уçнă хыççăн, Аруба çине Алонсо де Охеда карапсен эскадри пырса çитнĕ. Испансем чылай хушă утрава хăйсен аллине илмешкĕн тăрăшнă. Анчах та хаклă металл тупайманнине пула вĕсем утрава Isla inutila (юрăхсăр утрав) тесе пăрахса кайнă. Утрав çинче пиратсем канмалли вырăна йĕркеленĕ. Кунта вырăнти халăхсене ытти çĕрсене сутас ĕç самай вăйлă аталаннă пулнă. 1863 çулта вара, чуралăха пĕтернĕ хыççăн, ку суту-илӳпе ĕçлеме пăрахнă.




#Article 631: Туймăрса (155 words)


Туймăрса — XIX ĕмĕр пуçламăшĕнчи паллă чăваш сăвăçи, юрăçи. Туймăрса Çĕньял ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Ăна Ăстампулра чăваш çăви çине пытарнă. Кюрчке-хан Махмут-паша тĕлĕ текен вырăнта Туймăрса масарĕ халĕ те пулмалла.

XIX ĕмĕр пуçламăшĕнче ку таврара чăваш ялĕсем чылай пулнă. Ун чухне чăвашсене вăйпа тĕне кĕртнĕ, çакăнпа хирĕçлесе ялсенчи çынсем Турцине куçа-куçа кайнă. Çав ял вырăнĕсем халĕ те упранса юлнă: «Чăваш масарĕ», «Чăваш вырăнĕ», «Чăваш çырми» «Чăваш утарĕ» тата ытти чăваш ячĕсем упранса юлнă унта. Нумай ялсене чăвашсем кайнă хыççăн вырăссем е тутарсем йышăнса юлнă. Чарту, Могилки, Эçеркке (Белые Озерки) те ĕлĕк чăваш ялĕсем пулнă. Чăвашрах упранса юлнă ялсенчен те çынсем турккăсем патне йышлăн кайнă. Вĕсем хушшинче Туймăрса та пулнă. 

Туймăрса Турцире пурăннă чухне ухмаха тухнă. Ăстампулри чăвашсем ăна хĕрхенсе Хура тинĕс хĕрринчи чăваш ялĕсене кая-кая янă, анчах та ăсран тайăлнă Туймăрса каялла хулана тарса килнĕ, Çĕньял тесе йышăнса. «Ах-тур, Çĕньял епле ӳссе кайнă!» — тĕлĕннĕ мĕскĕн юрăçă.

Çĕньял, 1971 çул, П.И. Афанасьеваран çырса илнĕ.




#Article 632: Чĕрчул (106 words)


Чĕрчул (), —  Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районне кĕрекен чăваш ялĕ. Çавăн пекех вăл Аслăял ятпа та паллă (кивелнĕ ят шутланать). 

Ялта пилĕк урам. Вĕсен вырăсла ячĕсем: улица Дружбы, улица Куйбышева, переулок Октябрьский, улица Полевая, улица Центральная. Вырăнти е чăвашла ячĕсем паллă мар.

Ял Илем шывĕ хĕрринче ларать.

Ку таврана чăвашсем XVII ĕмĕр вĕçнелле куçса килсе ларнă. 1917 çулхи революциччен çак ял Сарăту кĕпернине кĕнĕ.
В.М.Айдуганов пĕр тĕлте çакăн пек кăсăклă фактсем пĕлтерет:

Россия. Полное географическое описание нашего Отечества. Настольная и дорожная книга для русских людей / под ред. В. П. Семёнова. Т. 6. Среднее и нижнее Поволжье и Заволжье. – СПб.: Издание А. Ф. Девриена, 1901.




#Article 633: Ганза (525 words)


Га́нза (, ав.-тури-ним. Hansa, тӳррĕн «ушкăн», «пĕрлешӳ») — — Балти тинĕсĕнче, кăштах Çурçĕр тинĕсĕнче тата Çурçĕр Европăн чылай пайĕнче суту-илев монополине  XIII - XVII ĕмĕрсен тапхăрĕнчи йĕркелесе тытса тăнă купса гильдисен вăрçă-суту-илев пĕрлешĕвĕ. Хăш чухне ăна Ганза пĕрлешĕвĕ теççĕ.

Историксем яланах Ганза пулса тăнине Любек çурçĕр нимĕç хулине никĕсленипе çыхăнтараççĕ. 1158/1159 çулсенче Генрих Лев Саксони херцăкĕ Шауэнбургпа Гольштейн графĕнчен туртса илнĕ те хула туса лартнă.

Балти çинче сутă-илӳ тăвасси, вăрçă-харçă малтан та чылай пулнă (Викингсем пăхăр) — тĕслĕхрен, Готланд утравĕнчен тухнă тинĕс çӳревçисем Новгорода — анчах та Балти тинĕсĕнчи тĕнче экономика çыхăнăвĕсен масштабĕ Ганза хăватлансан анлăланса каять.

Нимĕç хулисем Балти тинĕсĕнчи сутă-илӳре тепĕр çĕр çуллăхра çӳле хăпарса каяççĕ те Любек Балтипе Çурçĕр тинĕсĕсем таврашĕнчи патшалăхсен сутă-илӳ центрĕ пулса тăрать. XV ĕмĕрте Любек чи мăнаç хăвата çитет.

Саксонипе Вестфали сутăçĕсемшĕн тухăçалла тата çурçĕрелле аталанас тĕлпе Любек паллă вырăн йышăнать. Hanse сăмаха документ çине кĕртичченех (1267), купсасем çак хулара тинĕс лешьен хулисемпе, уйрăмах Балти тинĕсĕн тухăç пайĕнче сутă-илӳ тума гильдисене е «ганзасене» йĕркелеме тытăннă, йывăç, ăвăс, янтарь, сăмала, мамăк, тир, ыраш, тулă тавара континент варрринчен баражăсемпе порт пасарĕсене турттарма шутласа хунă.

Висбю хули Балтикăра Ганза йĕркеленничченех сутă-илӳн паллă центрĕ шутланнă. 100 çул хушши нимĕçсем Новгорода Готланд ялавĕпе çӳренĕ. Висбю купсисем Новгородра контора никĕсленĕ. Малтан нимĕçсем Готландсен Gutagard урлă ĕçленĕ. Çав тери нумай сутăсем килме пуçласан готландсем юханшывран шаларах уйрăм контора туса лартнă. 

Пĕрлешĕве XII ĕмĕрте йĕркелесе янă. Ун чухне купсасен тата сутă-илев ушкăнĕсен пĕрремĕш пĕрлешĕвĕ чăмăртаннă.

Любек хули Балтика Çурçĕр тинĕсĕсенчи пулă тытмалли вырăнсемпе çыхăну тытнă май, 1241 çулта Гамбургпа татăлу хучĕ çырнă. Гамбург хăй май Люнебург хулин тăвар сутă-илӳ çулĕсене пăхса тăнă. Пĕрлешлĕ хуласен  аллине тăварланă пулă сутă-илӳ ĕçĕсем лекнĕ, уйрăмах Сконе пасарĕ урлă пыраканнисем; 1260 çулта пĕрлешĕве Висмар, Росток тата Кёльн хулисем хушăннă.

Тĕплĕнрех Ганза хулисен шутне Гамбург, Бремен, Кёльн, Гданьск (Данциг), Рига тата урăххисем те (пурĕпе: 60-80) Любек хули ертсе пынипе — 1367—1370 çулсенче йĕркелесе янă.

Ганза хăйĕн уйрăмĕсене Брюгге, Лондон, Новгород, Берген тата ытти хуласенче уçнă. Ганза Европăн тухăç, анăç тата çурçĕр çĕрĕсене Балтика тата Çурçĕр тинĕсĕсем урлă сутă-илев ĕçĕсене хастар çыхăну тытма пулăшнă. Ганза Пĕрремĕш мĕнпур пухăвĕ 1367 çулта пулса иртнĕ.

XIV — XV варринче Ганза питĕ çӳле хăпарса пынă, вăл вăхăтра 160 яхăн хула çав ушкăна хутшăннă. Ганза ушкăнĕн кун-çулĕ 500 çул ытла, 1669 çулчен тăсăлнă.

Ганза сутă-илев япалисем — Балти çĕршывĕсенчен, Скандинавирен, Руçрен тухнă: тырă, меха, сăран, тăвар, пулă, сало, пыл, воск, кĕмĕл тăпри, йывăç тата йывăç япалисем — сăмала, тикĕт тата урăххи те. Анăçран пусма, пир-авăр, металл хатĕр-хĕтĕрĕ, эрех, капăрлăх япали, техĕм-юрма тиесе сутма пынă.

Пур йывăр ĕçĕсене Ганза элчисен пуххисенче уçса панă. Пухăвĕсене Любекра ирттернĕ. Ганзей хулисенче купсасен патрициачĕ хуçаланнă. Ганза пĕрлешĕвĕ политикăллă хуçалăх пулнă, хăй Германи империн пайĕ шутлансан та, ертсе пыракан органсăр, пĕрлĕ хыснасăр, çарсăр пулнă. Хăшпĕр хулисем çеç флот тытса тăнă. Ганза вăрçăсене хутшăннă, тĕслĕхрен, Данипе (1367—1370), ăна çĕнтернĕ. Анчах та хуласем хушшинчи ăмăрту-тавлашу пирки, халăхра социаллă юхăмсем хăпарса кайнипе XV ĕмĕр варринче Ганза шайĕ ӳкет. Çапах та тĕп сăлтавĕ — Англипе Нидерландсен сутă-илев енĕпе тавлашса ăмăртни. 1478 çулта ганзей купсасене Новгородран хăваласа кăларса янă. 

Европăна Америкăпа тата Индипе çыхăнтаракан (Атлантика океанĕ урлă) çĕнĕ тинĕс çулĕсене уçнă хыççăн Ганза хăйĕн рольне çухатнă. Ганзей хулисен юлашки пухăвĕ 1669 çулта пулса иртнĕ.

Ганза хулисем çак ушкăнсене пайланнă:




#Article 634: Пихтан (139 words)


Пихтан — XVII ĕмĕрти чаплă чăваш паттăрĕ. Вăл Сăр шывĕ тăрăхĕнчи Асламас ялĕнче пурăннă.

XVII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Атăлçи халăхĕн çĕрĕсене чиркӳсемпе мăнаcтырсем валли турта-турта илме пуçланă. 1684 çулта ясак тӳлесе тăракан Сăр шывĕ хĕрринчи чăвашсем çакна хирĕç çĕкленнĕ. Анчах пупсемпе мăнахсем те, янтăпа пурăнма хăнăхнăскерсем, çĕнĕ çĕрсем туртса илессине хăйсен тӳрĕ ырлăхĕ тенĕ. Çак усал ĕçре Вылă çумĕнчи Николаевски мăнастырь уйрăмах палăрса тăнă. Кунти мăнахсем, пупсем çывăхри çĕрсене çеç мар, Асламас, Мучар, Янăм ялĕсен çĕрĕсене те каса-каса илме тытăннă.

Çапла вара ун чухне Пихтанпа унăн юлташĕсем кăралланса кĕрешмесĕр май çуккине питĕ лайăх ăнланса илнĕ. Вăл Мучар ялĕнче пурăнакан Аптячпа (Аптяк) тата Янăм ялĕнчи Мăрсайпа Терекен ятлă пĕртăвансемпе калаçса татăлать те пĕтĕм халăха кĕрешĕве чĕнет. Чăвашсем пĕр çын пек хăйсен çĕрне сыхлама çĕкленнĕ. Вĕсем ухăсемпе кăраланнă, сăнăсемпе пуртăсем илнĕ те хаяр кĕрешĕве тухнă. Юнлă çапăçура пусмăрçăсене ним юлми çĕмĕрсе тăкнă.




#Article 635: Çăрттанлă районĕ (200 words)


Çăрттанлă Ен — Пенза облаçĕн кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă муниципаллă пайĕ. Администраци центрĕ — Çăрттанлă чиркӳ ялĕ.

Район администрацин пуçлăхĕ — Моисеев Юрий Владимирович.

Çĕр лаптăкĕ 0,99 пин çм².

Çурçĕрте Кузнецки районĕпе, тухăçра Чĕмпĕр облаçĕпе, кăнтăрта Сарăту облаçĕпе, анăç енче — Камешкирски районĕпе чикĕ тытать.

Районта 15 муниципаллă тăрăха кĕрекен 29 пурăнан вырăнта 17,6 пин çын (01.01.2007) пурăнать. 

Тутарсем Çăрттанлăра (районти тутарсен 50 % пайĕ), çаплах тутар ялĕсенче — Алеево, Бигеево, Бик-Моисеевка, Дёмино, Джалилово, Залапино, Карновар, Мансуровка, Масарлă, Сарпай — çаплах хутăш чăваш-тутар ялĕсенче — Исикеево тата Чул Çырми — пурăнаççĕ.

Халăх йышĕн улшăнăвĕ:

Илем шывĕ хĕрринчи çак чăваш ялĕсем вырнаçнă:

Районта 18 ача-пăча сачĕ, 30 пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкул, 2 аслă шкул филиалĕ, СПТУ-20, 3 вăтам специальность паракан вĕренӳ заведенийĕ пур. Спортпа ачасем 16 спорт залĕнче, 8 спорт площадкисенче туслашаççĕ.

Районта виçĕ наци культури центрĕ ĕçлет. Итем-Кура ЯКК — чăваш культурин центрĕ, Октябрьски ЯКК — тутар культурин центрĕ, Березовски ЯКК — мордва культурин центрĕ. Культура керменĕнче тăван ен тĕпчев музейĕ ĕçлет, унта тăватă халăхăн уйрăмĕ пур.

Район территоринче «Кунчер çеçенхирĕ» çутçанталăк усравĕ туса хунă. Архитектура палăкĕсем шутĕнче Неверкино çĕрĕн пульници, Дёмино ялĕнчи банк çурчĕ, 2 мечет (Бигеево), 12 археологи палăкĕ (бронза тапхăрĕнчи пура культурин курганĕсемпе курган вилтăприсем, çав вăхăтри пурăнан вырăнсем.




#Article 636: Шевле Антип Николаевич (109 words)


Шевле Антип Николаевич (паспортри хушамачĕ Николаев), — чăваш çыравçи. 1924 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Кăмпал ялĕнче çуралнă. 1990 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Çар училищинче вĕреннĕ. 1945 çулта Инçет Тухăçра яппун милитарисчĕсене хирĕç çапăçнă. Вăрçă хыççăн 1970 çулчен çар журналисчĕ пулса ĕçленĕ. 1972 çултанпа, çар речĕнчен тухсан, Чăваш Енĕн журналистсен пĕрлешĕвĕн яваплă секретарĕ пулнă.

Вăл çырнă очерксемпе новеллăсем Мускавра, Шупашкарта, Çĕн Çĕпĕрте, Барнаулра тухнă темиçе автор пуххисенче тата журналсенче пичетленнĕ. 

Вăл Чăваш Ен паттарĕсем çинчен питĕ нумай çырнă. «Память солдатского сердца» (Салтак чĕрин астăвăмĕ) ятпа кăларнă 8 томлă документлă очерксем нихçан тĕксĕмленми палăк пулса тăраççĕ. Ку ĕçе шута илмесĕр унăн тата 20 патнелле кĕнеке тухнă:




#Article 637: Гренланди (348 words)


Гренланди, Калааллит Нунаат (Grønland, — «симĕс çĕршыв») — Çурçĕр Пăрлă тата Атлантика океанĕсен шывĕсенче, Çурçĕр Америкăн çурçĕр-тухăç енче вырнаçнă. Шĕкĕр хули — Нуук (малт. Готхоб).

Ку вăл Инуит халăхĕн патшалăхĕ, Данин автономлă çĕрĕ пулать. Йышлăхĕ (2005 халăх шутлавĕпе) — 56 375 çын. Çав шутра гренландецсем (эскимоссем) — 90 % яхăн. Çак шута АПШ кунта хĕсметре тăракан çар çыннисене кĕртмен (2—4 пине яхăн çын). Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн кунти пурăнакансен кунçулĕ тăсăлнипе тата ача-пăча çурални хăвăрт ӳссе кайнипе (50 ача 1000 пурăнакана) халăх йышĕ питĕ ӳссе пынă (1945 çулта Гренландире 21 пин çын, 1970 çулта — 47 пин çын). 9/10 йышĕ ытла кăнтăр-анăç тинĕс хĕрринче пурăнать. Кунта пысăк хуласене — Нуук (5 пин çын), Юлианехоб, Хольстейнсборг, Суккертоппен — никĕсленĕ.

Гренланди — тĕнчери чи пысăк утрав. Лаптăкĕ — 2 166 086 çм².

Утрав çинче тинĕсьенлĕ, субарктиклă климат ( 68° çурçĕр широтинчен кăнтăралла) тата арктикăллă; пăрлă в области ледникового щита — континенталлă арктикăллă. Утрав урлă пĕрмаях циклонсем куçаççĕ, ун чухне хаяр çилсем вĕреççĕ, температури хытă улшăнса тăрать, нӳрĕксем ӳкеççĕ. Кунта çулхи радиацийĕ сахал. Пăрлăх çинчи сывлăшĕ сивĕннипе антициклонсем çуралаççĕ. Кăрлачри вăтам температура тинĕс хĕрринче −7 °C кăнтăр енче, −36 °C — çурçĕр енче, утăра 10 °C кăнтăрта, 3 °C çурçĕр-анăç енче. Гренландин варринче нарăсри вăтам температура −47 °C (чи сивви пулни −70 °C), утăра −12 °C. Пĕр çулта кăнтăрта — 800—1100 мм, çурçĕрте — 150—250 мм, пăрлăхра — 300—400 мм нӳрĕк (юр çăвать) ӳкет. Пăрлăх тăвăсен варринчи температури −10 °C -ран сивĕ. Пăрлăхăн аяккинчен айсбергсем касăлса уйрăлса тинĕсе шуса каяççĕ. Халĕ Гренландин пăрлăх шайĕ ӳксе пырать.

Утравăн çыранĕсем хĕрринче çурçĕр пăланĕ, мускуслă сурăхвăкăр (çурçĕр енче), шурă упа, песец, поляр кашкăрĕ, лемминг чĕрчунĕсем пурăнаççĕ, çыран çум шывсенче — гренланди кичĕ, гренланди тюленĕ, морж тата ыттисем те (пĕтĕмпе 30 тĕслĕ млекопитающих) ĕрчеççĕ. Кайăксенчен уйрăмах гаги, чайки тата шурă куропаткăсем тĕл пулаççĕ. Треска, палтус, мойва, сёмга, акула пуллисене, креветкăсене тытса сутаççĕ.

Курăк-йывăç Гренландире пăр çук çĕрте çеç ӳсет. Чи кăнтăр çыранĕнче хурăнлă ярăмĕсем, пилеш, ольха, йăмра тата можжевельник, тата осокăпа злаклă-тĕрлĕкурăклă улăхсем ешереççĕ. 80° çурçĕр широтиччен тундра ярăмĕ пуçланать, кăнтăрта — карлик хурăнĕсем, голубика, водяника тата ыттисем те. Çурçĕр çыранĕсем — мăклă-лишайниклă арктика пушхирĕсем.




#Article 638: Нуук (191 words)


Нук, Нуук (дани Nuuk) — Дани патшалăхĕнчи автономлă çĕрĕн — Гренландин шĕкĕр хули. 1979 çулчен официаллă Готхоб ятлă пулнă.

Гренланди утравĕн кăнтăр-анăç енче, Ырă шанчăк (Доброй надежды) бухтă пырĕн çыранĕнче (дани чĕлхи Godthåbsfjorden), Çурçĕр поляр çавринчен кăнтăр еннелле 240 çухрăмра вырнаçнă. Географические координаты — 64°10' с.ш., 51°43' з.д.
Климачĕ субполярлă, вăтам температура +7 °C утăра, −8 °C кăрлачра.
Раштавра хĕвел 10:00 сехетре тухать, 14:30 сехетре хĕвел анать. Çу уйăхĕн вĕçĕнчен пуçласа çурла пуçламăшчен Нуук хулинче талăкĕпе çутă.
Гольфстрим юхăмĕн ăшшипе Нук хули çумĕнчи хĕлле тинĕс пăрланмасть, вара кунта пулă тытма çул тăршĕпех ансат пулать.

Хула Нук коммунин (эскимос чĕлхипе — Nuup Kommunea) административлă тĕпĕ, çĕр лаптăкĕ — 105 000 çм² яхăн, халăх йышлăхĕ — 14 874 çын )2005, кăрлач, 1).

Хулана 1728 çулта норвег миссионерĕ Ханс Эгеде (Hans Egede) никĕсленĕ. Ку вырăнта унчченех çынсем пурăннă пулнă, палăртни — 4 200 çул каялла. IX — XV ĕмĕр сенче çак çĕрсенче скандинави колонисчĕсем пурăннă, кайран вĕсем кунтан куçса кайнă. Çакăнтах эскимоссен çуллахи тĕлпулу вырăнĕ шутланнă. Эгеде ку çĕре 1721 çулта христиан тĕнне сарма килнĕ, ун чухне кунта 12 эскимос çемйи пурăннă. Хулана Готхоб (Godthåb), «ырă шанчăк» ят панă. 1979 çулта Гренландине автономи парнеленĕ.




#Article 639: Тикаш кун-çулĕ (193 words)


Тикеш хулине хальхи Патăрьел районĕнчи Тикеш ялĕн хĕвеланăç енче, Аслă Пăла шывĕ хĕрринче X ĕмĕрте туса никĕсленĕ. Малтан ку вырăнта питĕ хытă çирĕплетнĕ турхан карманĕ пулнă ĕнтĕ. Кайран хули те ӳссе кайнă. Карман йĕри-тавра виçĕ хут çӳллĕ хӳме хăпартнă, хӳмесем умĕнче шыв тултарнă тарăн канавсем пулнă. Пĕр хӳмен темиçе турул пулнă. Пĕр турулĕ айĕнче — хапха. Унтан çĕмĕрсе кĕрсен тăшманăн тепĕр тарăн канав урлă каçмалла. Ун урлă каçсассăн икĕмĕш хӳме хапхине шырамалла. Ăна шырас тесен, сулахаялла каймалла. Хӳме — сылтăмра, тапăнса кĕрекенĕн питлĕхĕ — сулахай аллинче. Вăл питлĕхĕпе хăйне сулахай енчен çеç сыхлама пултарать. Сылтăм аллинче — хĕçĕ, сăнни, анчах аякĕ яриех уçă. Иккĕмĕш хӳме çинче тăракан чăваш нукерĕ ăна çĕмренпе персе пăрахма пултарать.
Хулан çурçĕр енĕпе Аслă Пăла шывĕ юхса иртнĕ. Ун чухне Пăла тăрăх пысăк карапсем çӳренĕ. Тикĕш хулинчен сутăçсем карапсемпе Сĕве-Атăл витĕр Багдада, Мускава, Скандинавине çитме пултарнă. Хула 3 гектар  ытла лаптăкра сарăлса ларнă.
Тикеш карманне Г.А.Федоров-Давыдов археолог, А.П.Смирнов ертсе пынипе, 1956, 1958 тата 1959 çулсенче чавса тĕпченĕ.
Халăх юмах-халапĕсенче Тикеш хулине тутар-монголсем çунтарса янă тесе калаççĕ. Тикеш пирĕн Чăваш Енри чи вăйлă, чи çирĕплетнĕ, паянкуна упранса юлнă хула. Халĕ вăл ишĕлсе пĕтнĕ пекех, ăна никам та çăлса хăварасшăн тăрăшмасть.




#Article 640: Панама (155 words)


Панама е Панама Республики — Тĕп Америкăра Кариб тинĕсĕпе Лăпкă океан хушшинче, Панама пымакĕнче вырнаçнă. Анăç енче Коста-Рикăпа, тухăçра Колумбипе чикĕленет; çĕр лаптăкĕ — 75 517 тв. çм; шĕкĕр хули — Панама Сити.

Kунта тинĕсçум тропиклă климат; питĕ нӳрĕклĕ, пĕлĕтлĕ кунсем-каçсем тăраççĕ. Çу уйăхĕнчен кăрлача çити - çумăр тапхăрĕ, кăрлăчран çу уйăхĕ таран — типшек сезонĕ. Çĕр пичĕн чылайăшĕ пĕр пек тӳрĕ мар: тусемпе айлăмсем умлă-хыçлă. Чи çӳллĕ вырăнĕ - Де Чирики (Volcan de Chiriqui) вулканĕ (3,475 м). Çĕр айĕнче - пăхăр упранăвĕсем пур, вăрман-йывăç нумай, гидроэлектростанцисем туса лартма хăватлă юханшывсем пур, пулă тата креветка ĕрченĕ вырăнсем те чылай.

Панама çĕрĕсенче хăватлă урагансем тата вăрман çуннисем те пулса иртеççĕ. Юханшывсене ялхуçалăх ĕçĕсен мăшкăлтăк шывĕсене кĕртсе яраççĕ, çавсем пирки пулă ĕрчетес ĕçсене сиен кӳреççĕ. Ним шута илмесĕр тропик вăрманĕсене касни çĕр тухăçне-пуянлăхне начарлатать, тăприсем çумăр шывĕн юхăмĕпе Панама каналне çитсе тултараççĕ.

Йышлăхĕ 3 232 пинĕ çын (2005). Çав шутра:

Çĕршывра тĕн енĕпе:

Панамăра икĕ чĕлхе сарăлнă:




#Article 641: Мичиган (кӳлĕ) (144 words)


Мичиган (акăлч. Lake Michigan) — АПШ-ра вырнаçнă кӳлĕ, Çурçĕр Америкăри Мăн кӳлĕсен шутĕнче пулать. 

Мичиган Çӳлти кӳлĕрен кăнтăралларах, Гурон кӳллипе Макино пырĕпе, Миссисипи юханшывĕпе — Чикаго — Локпорт каналĕпе çыхăнать. Гидрографи енчен пăхсан, Мичиганпа Гурон пĕрлĕхлĕ пулаççĕ, анчах та географи енĕпе вĕсене уйăрса палăртаççĕ.

Мичиганăн шыв-çĕр лаптăкĕ — 57 750 çм2 яхăн (Мăн кӳлĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта), тăршшĕ 500 çухрăма яхăн, анлăшĕ — 190 çм. Тинĕс шайĕнчен — 177 м çӳллĕшĕнче (Гурон кӳлли пекех), тарăнăшĕ 281 м çитет. Çулта тăватă уйăхлăх пăрпа витĕнет. Утравĕсем — Бивер, Çурçĕр Маниту, Кăнтăр Маниту.

Кӳлĕ çумĕнче Мичиган, Индиана, Иллинойс тата Висконсин штачĕсен çĕрĕсем тухаççĕ. Мичиган çумĕнчи пысăк хуласем: Чикаго, Эванстон тата Хайланд-Парк (Иллинойс), Милуоки тата Грин-Бей (Висконсин), Гэри тата Хэммонд (Индиана).

Кӳлĕ ячĕ mishigami сăмахран килет, вăл оджибва инди йăхĕн чĕлхипе «пысăк шыв» тени пулать. Кӳлĕ çине пĕрремĕш европеец — француз Жан Николе — 1634 çулта пырса çитнĕ.




#Article 642: Атăл пăлхавçисем (фильм) (127 words)


Атăл пăлхавçисем, — «Чăвашкино» студин пĕрремĕш кинофильмĕ. 1926 çулта ӳкернĕ. Режиссёрĕ — А.Петров-Бытов. 

Премьера 1926 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Шупашкарта, çĕртмен 25-мĕшĕнче Ленинградра, чӳкĕн 5-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ.

Фильма 1905–07 çулсенчи Пĕрремĕш вырăс революцин юбилейне халалласа ӳнерленĕ. 

Фильмăн кописем упранса юлман.

Фабулăна Исмель çыннисен пăлхавĕн материалĕсемпе хатĕрленĕ.

Тĕп персонаж, 1905–07 çулсенчи революцине хастар хутшăннă Хури çĕр ĕçтешĕ. Ăна аресленĕ те тĕрмене лартнă. Чăвашсем ăна ирĕке кăлартараççĕ. Хусан вице-кĕпернетĕрĕ Кобеко ертсе пынă патша çарĕсем пăлхава юн айне путараççĕ. Хури тарса пытанать. Эсерсемпе çыхланса кайса, вăл Кобекăна  бомба пăрахать, анчах та патша тарçи чĕрĕ юлать. Хури вăрттăнла чикĕ лешьенне тухса каять. Тăван çĕре таврăнсан ăна каллех тытаççĕ те каторгăна ăсатаççĕ

Мускаври тата Ленинградри ӳнер тишкерӳçисем фильма ытларах тиркенĕ пулсан та, вырăнти хаçат-журнал питĕ мухтанă – çак ĕç пĕрремĕш чăвашла фильм пулнăшăн.




#Article 643: Астероид (137 words)


Астероид (лат. астер «çăлтăр», эйдо «сăн-сăпат, «тĕс, евĕр»), — Хĕвел тавра эллипс орбити тăрăх çаврăнакан пĕчĕк планета. Нумайĕшĕ вĕсенчен Марспа Юпитер хушшинче вырнаçнă. Астероидран ытларахăшĕ тĕрĕс мар кӳлепеллĕ. 

Диаметрĕпе чи пысăк астероидсем çаксем: Церера (пин çухрăма яхăн), Паллада (610 çухрăм), Вест (540 çухрăм), Гигея (450 çухрăм), Юнона (214 çухрăм).

Енчен те астероидăн диаметрĕ пĕр километртан сахалрах пулсан ăна метеорит теççĕ.

Малтан астероидсене римпа грек мифологийĕнчи паттăрсен ячĕсене панă, анчах та каярах ку йĕркене пăхăнма пăрахнă. Çавăн пекех малтан хĕрарăмсен ячĕсене панă, арçын ячĕсене питĕ уйрăлса тăракан орбитăллă астероидсем çеç илнĕ. Каярахпа ку йĕркене те пăхăнма пăрахнă. 

Кашни астероидăн ячĕ çук. Ят илмешкĕн астероидăн орбитине тĕплĕн тĕпчесе пĕлмелле. Хăш-пĕр чухне астероида уçнă хыççăн пĕр вунă çул иртсен çеç ятне пани тĕл пулать. Ят париччен астероида йĕрке хисеплĕ номера параççĕ. Малтанхи саспаллийĕ — çуруйăха пĕлтерекен латин саспаллийĕ.moi olen jake




#Article 644: Вутлă хӳре (146 words)


Вутлă хӳре е Комета (гр. κομήτης хӳреллĕ), — Хĕвел системин тĕтре евĕрлĕ объекчĕ. Вăл пуçĕнчен тата хӳринчен тытăнса тăрать.

Комета пуçĕ, е «кома», — кометăн чи çутă пайĕ. Унăн варринче темиçе километра тăсăлакан хытă япалалăх. Çав тĕшĕ пăрпа чул катăкĕсенчен тăрать. Хӳри вара — темиçе миллион километра тăсăлакан тусанпа газ хутăшĕ.

Вăрăм тапхăрлă кометăсем пирĕн пата Оорт пĕлĕтĕнчен вĕçсе килеççĕ, пулас, унта çав тери нумай комета тĕшши. Хĕвел системин аяк енĕсенчи кĕлеткесем, яланхилле, вĕçекен япалалăхсенчен (шыв, метан тата урăх газсен) тытăнса тăраççĕ, Хĕвел патне çывхарсан вĕсем пăсланса каяççĕ.

Хальхи саманта 400 ытла кĕске тапхăрлă кометăна тупса палăртнă

Йĕтре — коетăн хытă пайĕ, унта мĕнпур масси тенĕ пекех вырнаçнă. Хальхи саманта кометăсен йĕтрисене телескопи меслечĕпе тĕрĕслеме май çук, мĕншĕн тесен вĕсем талкăшпех çутăлса тăракан материпе витĕннĕ.

Ялкăш кометăсем Хĕвел патне çывхарнă чухне «хӳре» — çутăлакан ярăм — тăсăлма тытăнать, хĕвел çилĕпе çутă пусăмĕ хĕснипе вăл Хĕвелтен тепĕр еннелле сулăннă.




#Article 645: Элле Кузьма Васильевич (143 words)


Элле Кузьма Васильевич, (1896 çул, чӳк, 1, Шăхаль ялĕ, Çĕрпӳ уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Вăрмар районĕ) — 1974 çул, Гомель хули, Беларуç) — паллă чăваш историкĕ, этнографĕ, педагогĕ, халăх пултарулăхне пухаканĕ, истори ăслăхĕсен кандидачĕ.

Ялти земство шкулĕнче, Тăвайри икĕ класлă училищĕре, Гурий святитель тăванлăх шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче, педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1917–1921 çулсенчи граждан вăрçине хутшăннă, Колчака хирĕç çапăçнă. 1922–1930 çулсенче тĕрлĕ шкулта, педтехникумра ачасене вĕрентнĕ. Каярах виçĕ çул Ленинградра аспирантурăра пĕлĕвне ӳçтернĕ. 1933–1935 çулсенче Чăваш ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн аслă ăслăлăх ĕçченĕ, институт вулавăшĕн пуçлăхĕ. 1942 çулта кандидат диссертацине ăнăçлă хӳтĕленĕ.

К.В. Элле анлă тавра курăмлă çын пулнă. Унăн эткерĕ: «Акатуй» ятлă кĕнеке (1935), чăваш этнографийĕпе, фольклорĕпе çыхăннă хĕрĕх икĕ наука ĕçĕ, икĕ пин ытла ваттисен сăмахĕпе каларăш, виçĕ пин тупмалли юмахпа пин ытла сăнав, виç çĕр ытла юмах, халăх юррин тăхăр пин куплечĕ. Мĕн пур пичетленмен эткерĕ ЧПГĂИ архивĕнче упранать.




#Article 646: Япони (122 words)


Япони е Яппун (日本 Нихон е Ниппон, официаллă ячĕ 日本国 Нихон-коку е Ниппон-коку) — Хĕвелтухăç Азири утравсем çинче пурăнакан халăхсен патшалăхĕ. Японин тĕп хули — Токио.

Япони Лăпкă океанра Китай, Корей тата Раççей çывăхĕнче (Охотск тинĕсĕпе Хĕвелтухăç Китай тинĕсĕ хушшинче) вырнаçнă. Япони виççĕр ытла утравран тăрать. Вĕсенчен чи пысăккисем — Хоншу, Хоккайдо, Кюшу тата Шикоку. Утравсенчен ытларахăшĕнче тусем пур (вĕсенчен чылайăшĕ вулкансем). Тĕслĕхрен, Японири чи çӳллĕ ту — Фуджи — вулкан.

Халăх йышĕ енĕпе Япони тĕнчере вуннăмĕш вырăн йышăнать (128 миллиона таран çын). Аслă Токио (Токио хули тата ун çывăхĕнчи темиçе префектура) — тĕнчери чи пысăк метрополи (30 миллион ытла çын).

Япони ятĕнчи иероглифсем «хĕвел тухăçĕ» е «кун пуçламăшĕ» тенине пĕлтереççĕ. Çавăнпа ĕнтĕ хăш-пĕр чух Япони çинчен «Хĕвел тухакан çĕршыв» теççĕ.

Японин чи паллă хаçат сайт сайчĕсем:




#Article 647: Сакура (166 words)


Сакура (японла - иероглиф:桜 е 櫻; катакана: サクラ) - Японире Кореяра, Китайра ӳсекен чие йывăççи  (Prunus serrulata).

Сакура сăмаха палăртакан иероглиф 桜 виçĕ пайран тăрать: сулахайра – йывăç (木), сылтăмра – çӳлти виç йĕр тата хĕрарăм (女). 
Çак сăмах 咲く(саку) çеçкелен глаголран пулса кайнă текен верси пур. Япон сăмахĕ тĕрлĕ чĕлхене кĕнĕ. 
Латин ячĕ Prunus Слива тенине пĕлтерет(тавраш ячĕ), serrulata вĕтĕ шăллă тенине(çулçă хĕрринчи шăлĕсем вĕтĕ).

Сакура – çулçă тăкан ытла пысăках мар йывăç(8-12 м çӳллĕ), пĕр вулăллă, çăра кроналлă. 
Хуппи яка, хăмăр тĕслĕ. Çулçăсем тăрăхла çаврака, вăрăмăшĕ – 5-13 см, сарлакăшĕ – 2,5-6,5см, аври кĕске; турат çинче ылмашăнса вырăнаçнă. 
Çулçă хĕрри вĕтĕ шăллă. Тĕттĕм симĕс тĕслĕ çулçăсем кĕр вĕçĕнче сарă, хĕрлĕ е тĕксĕм хĕрлĕ пулса тараççĕ. 
Çеçке – икĕ-пилĕк чечекрен тăракан  сапаксем. Çуркунне çĕнĕ çулçисем кăларнă чух сакура йывăççи чечекĕсем те кăларать. 
Чечек лепестокĕсем(5) шурă е кĕрен тĕслĕ. Чăмăркка çимĕç хура тĕслĕ, диаметрĕ – 8-10 мм. Вăрри шăмăллă. 

File:Prunus serrulata 'Kanzan' 03.JPG|Кандзан сорчĕн папакĕсем
File:Prunus serrulata - flowers close-up.jpg|Çĕçке(çывăхран пăхсан)
File:Prunus serrulata 2005 spring 018.jpg




#Article 648: Кăтра (391 words)


Кăтра, (историлле литературăра Котраг, VII ĕмĕрте пурăннă), Кăтра Паттăр — Çурçĕр Кавказри аслă пăлхарсен пĕр пайне Атăл тата Шуратăл тăрăхĕ еннелле илсе килнĕ çын, Кубратăн иккĕмĕш  ывăлĕ; авалхи пăлхарсен (авалхи чăвашсен) патши.

Купрат патша вилнĕ хыççăн пăлхар йăхĕсен пĕр пайĕн ĕмпĕвĕ (патши) пулса тăнă теме пулать.

Историлле çăлкуçра Феофан Пĕлтеревçĕ (, , 760 тĕлĕ —818)  ун пирки çапла каланă.:

Тепĕр ывăлĕ, Котраг ятлăскер, Танаис урлă каçса аслă пиччĕшне хирĕçле вырнаçнă.

Асăннă пулăм 671-мĕш çулта пулса иртнĕ. Атăлпа Шуратăл тĕлне хăçан пырса тухни тĕп-тĕрĕссĕн паллă теме май çук. 

Çапла вара Котраг пирки, ун çинчен çăлкуçсенче асăнни шутсăр нумай теме çук пулин те, халапри сăнар мар, чăн-чăн историлле çын темелле.

Асăннă пулăм пирки Феофан Пĕлтеревçĕ çеç мар, тата Никифор патриарх та (; 758 тĕлĕ — 828) хăйĕн Бревиария ятлă ĕçĕнче шăп та шай çапла  пĕлтерет.

Кунсăр пуçне малтанхи автор, Феофан Пĕлтревçĕ, котраг тесе пăлхарсен пĕр йăхне те асăнать. Палăртас пулать, Никифор та, Феофан та Котраг Дон урлă каçса вырнаçни пирки çеç калаççĕ, Атăлпа Шуратăл патнех çитни пирки калани çук кунта (тен, хроникăсен урăх тĕлĕсенче пур пуль). Çапах та ку пурпĕрех çурçĕрелле тунă пĕрремĕш утăм пулать. 

Çапла вара, Византире пурăннă Никифор патриарх тата Феофан Пĕлтеревçĕ, иккĕшĕ те, Котраг пирки пĕлмелли тата  пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă  тĕп историлле çăлкуçсем пулса тăраççĕ.

Кăтра паттăр ертсе пыракан йăхсем: сăкăтсем, шăхальсем, уписем, сăварсем, элшелсем, эссекелсем, чăвашсем тата ыттисем те çурçĕрелле кайса тапăнса пыракан хасарсенчен хӳтĕленме Танаис хĕрринче Саркел хулине туса хураççĕ. Анчах та хасарсем тапăнса килнине чăтма питĕ йывăр пулса пырать. Вара Кăтра паттăр ертсе пыракан йăхсем тата çурçĕререх кайса тăватă Атăл — Чулман Атăл, Шурă Атăл, Нухрат Атăл, тата Аслă Атăл — тăрăхне вырнаçаççĕ те хăйсен шĕкĕр хулине никĕслеççĕ. Ку — Аслă Пăлхар хули.
Ытарайми хитре те пуян çĕршыв пулнă ку тăрăх: ... виçĕ тĕслĕ çĕршыв пулнă, — çырса кăтартать Тинехпи Петĕр Михалкки. — Чăн кăнтăрта — пуш-уйла хирсем, варринче — çеçенхирсем, Самартан çурçĕрелле тата вăрманлăхсем... Кай енче — Мăн Атăл, мал енче —Ейĕк. Çурçĕр енчерехрен Мăн Атăла чалăшăн Чулман Атăл юхса кĕрет. Варринче тата урлă та пирлĕ юхакан пĕчĕкрех шывсем пит нумай. Вĕсенĕ хушшинче чи паллăраххисем: Ирхис, Самар, Кинел, Сук, Çарăмсан — кусем Атăла юхса кĕреççĕ. Шуçăм (Шешма), Сай, Ах (Ик), Шурă Атăл хăйĕн Тимпе йӳппипе Чулмана юхса кĕреççĕ. Сакмарпа Салмаш тата Ейĕке шыв туртараççĕ.
Купрат патша ывăлĕ Кăтра паттăр хăйĕн халăхне чунтан-вартан юратнă. Тăван халăхĕ çĕнĕ хăтлă çĕршывра лайăх ĕрчесе-хунаса телей курса пурантăр тенĕ ĕнтĕ вăл.




#Article 649: Морис Дрюон (108 words)


Морис Дрюон 1918 çулхи ака, 23 çуралнă. Унăн йăхĕ виçĕ çĕршывран пырать- Фландрирен, Бразилирен, Раççейрен.

Морисăн ашшĕ — Оренбург çынни Лазарь Кессель артист 1908 çулта çемьипех Раççейрен тухса Ниццăна куçса килнĕ. Унта вăл театрта вылянă. 21 çулта вăл хăй çине ал хунă. Ун хыççăн унăн ывăлĕ Морис усрав ашшĕн (Р. Дрюон) хушаматне йышăннă. Сорбонна университечĕн литература факультетĕнче тата Сомюра хулинчи кавалери училищинче вĕреннĕ. 
Пĕрремĕш калавне (Огненная туча) Дрюон 1938 çулта çырнă. 1940 çулта вăл Луар патĕнчи çапăçăва хутшăннă. Франци капитуляцийĕ хыççăн Лондонри Ирĕклĕ Франци Шарль де Голль юхăмне кĕнĕ. 1943 çултанпа çар корреспонденчĕ. Жозеф Кассель тата Анна Марлипе пĕрле Партизансен юррине çырать. Халĕ çыравçă хăйĕн биографине пичете хатĕрлет.




#Article 650: Хура Эльмук (107 words)


Хура Эльмук — чăваш сăвăçĕ, юрăçĕ.
Хура Эльмук хальхи Тутарстана кĕрекен Кузнечиха районĕнче пурăннă пулас.

М.Т. Казанков (Тилли  Михайли) фольклорист каланă тăрăх, вăл ялтан яла юрласа çӳрекен  сакăрвунă çулалла çитнĕ хайлавçă пулнă. Унăн тăватă йĕркеллĕ тата виçĕ пысăк юрри упранса юлнă: Вутлă тăвăл пек килчĕ Супетей, Шапатан Тухатмăш, Икĕ тăван. Вăл эпикăлла жанрпа çырса халăх историне, культурине чунтан-вартан юратакан питĕ пысăк талантлă çын пулнă. Унăн хайлавĕсене пĕрремĕш хут Валем Ахун пухса хатĕрленĕ Палнай кĕнекере пичетленĕ. Вĕсене вăл Анат Питтăпаль ялĕнче 1913 çулта çырса илнĕ. Чăвашсем нухай ханĕсенчен пысăк хур курса пурăнни те халăх асĕнче калама çук инкеклĕ йĕр хăварнă. Çав шухăшсене ĕнтĕ Эльмук хăйĕн сăввисенче çырса кăтартнă.




#Article 651: Тамарислу (165 words)


Тамарислу — массакетсен пике-патши.

Пирĕн эрăччен VII ĕмĕрчен сăкăтсем пурте пĕрле пурăннă. Пархисемпе вăрçă тухсассăн сăкăтсен пĕр пайĕ татăлса тухăçалла кайнă пулас. Тепĕр пайĕ вара пархисемпе питĕ хытă çапăçнă. Кайран пархисене митисем тапăннă. Вара пархи йăхĕсем те, сăкăт йăхĕсем пекех, авалхи чăваш йăхĕсем патне чакса кайса вĕсемпе хутшăннă. Кайран тата митисем çине перси йăхĕсем тапăнма тытăннă. Ку вăл пирĕн эрăччен VII ĕмĕр вĕçĕнче — пирĕн эрăччен VI ĕмĕр пуçламĕшĕнче пулнă. Перссем те, митисем те, пархисем те, сăкăтсем те, авалхи чăвашсен йăхĕсем те авалхи Эламран (паянхи Иран патшалăхĕн Хузистан çĕрĕ) тухса Вăтам Азинелле куçса пынă.
Сăкăтсене çĕнтернĕ пархи йăхĕсем те, пархи йăхĕсене çĕнтернĕ митисем те каярахпа массакетсем патне  тарнă, пĕрле пурăнма тытăннă (Хальхи Чăваш Енре Шупашкартан инçе мар Пархикасси ялĕ пур).
Перси патши Кир пархисемпе митисене çĕмĕрнĕ хыççăн Хĕрлĕ тинĕсрен Каспи тинĕсĕ таран, Палестинăран пуçласа Памир тăвĕсем таран хуçаланма тытăнать. Вăл вара ирĕклĕ пурăнакан массакетсене пăхăнтарма шухăшланă. Пирĕн эрăчченхи 530 çулта питĕ пысăк çарпа массакетсем çине тапăнать.
Ун чухне массакетсене Тамарислу амаçын пике патша ертсе пынă.




#Article 652: Хвети (411 words)


Хвети — чăвашла юрăсем хайланă автор. Культура уçлăхĕнче Чăваш Хвети тесе асăнни те курăнкалать. 1810-мĕш çул тĕлнелле çуралнă тесе шутлаççĕ. Ăçта çурални те, мĕн ĕçлесе пурăнни те, хăçан вилни те паллă мар. Хутла пĕлнĕ е пĕлмен — ку та уçăмсăр.  Вӑл Шупашкар таврашӗнчи пӗр ялта 1810 ҫул тӗлнелле ҫуралнӑ, çапла вара Вирьял тăрăхĕнче пурăннă.

Хвети юррисене Д.П.Ознобишин (1804-1877) 1833-мĕш çулта çырса илнĕ. Хусанти Заволжский Муравей журналта çав çултах Чувашская песня статьяра пичетлесе кăларнă. 1834-мĕш çулта А.А.Фукс (?-1853) Поездка из Казани в Чебоксары тĕрленчĕкĕнче кун çути кăтартать.  1840-мĕш çулта вĕсене  хăйĕн Записки А.А.Фукс о чувашах и черемисах Казанской губернии кĕнекине кĕртет. Пур тĕлте те юрăсен илемлĕхлĕ куçарăвĕсем те пур.

Д.П. Ознобишин поэт «Заволжский муравей» журналта унӑн 14 юррине пичетлесе кӑларнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Хвети ҫинчен нумайӑшӗ пӗлнӗ. Каярахпа унӑн ытти сӑввисем те кун ҫути курнӑ. Чӑваш Хветине «Чӑваш Пушкинӗ» тенӗ. XX ӗмӗрти тепӗр паллӑ чӑваш юрӑҫи Гавриил Федоров 1878 ҫулхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районне кӗрекен Томаккасси ялӗнче ҫуралнӑ (1962 ҫулта вилнӗ). Г. Федоров нумай юрӑ пӗлнӗ. Чӑваш халӑхӗ ӑста юрӑҫӑ пултарулӑхӗпе чӑвашсен паллӑ композиторӗ С.М. Максимов тӑрӑшнипе паллашнӑ. Вӑл Г.Ф. Федоровран пурӗ 800-е яхӑн чӑваш халӑх юррине ҫырса илнӗ. Акӑ вӑл юрланӑ юррӑн пӗр ҫаври:

Кӗмӗл ҫӗрӗ ҫыруллӑ,

Тӑхнӑр ҫыру пӗтиччен.

Эпир юрланӑ юррине

Аснӑр асран кайиччен.

Вырӑс тата чӑваш композиторӗсенчен нумайӑшӗ Г. Федоров юрланӑ юрӑсен кӗввисемпе хӑйсем юрӑсем хайланӑ чухне усӑ курнӑ. 

А.А.Фукс юрăç пирки Из Чуваш, Феди тет. Курăнать ĕнтĕ, Чуваш тени кунта юрăçăн ятне е хушаматне мар, вăл хăш йăхран тухнине пĕлтерет. Хÿреллĕ пăнчă пуррине те аванах куратпăр. Сăмаха пысăк саспаллирен пуçласа çырнинчен те тĕлĕнмелле мар: автор ытти чылай пайăр мар ятсене те çаплах çырать. Д.П.Ознобишин Хветие асăнса ак çакăн пек сăвă çырнă:

Это Феди сочиненье,
Без изысканных прикрас;
Не носил его Пегас,
Он не думал про Парнас,
Созидав своё творенье.

Кунта каллех, А.А.Фукс пекех, юрăçа Феди тесе асăннине куратпăр. Чăваш чĕлхинче Ф сасă çуккине шута илсен, шăпах Хвети пулать те ĕнтĕ. Чăваш литератури пирки çырнă академилле ĕçсенче те ун ятне çапла асăнаççĕ. Çав вăхăтрах çăлкуçсенче Фёдор е Хветĕр тенисем пачах çуккине те палăртмалла. Сăмах май каласан, Д.П.Ознобишин сăввинчен Хвети ку хайлава такамран илтсе мар, хăй хайласа юрлани те яр уççăн курăнса тăрать (сочиненье, Пегас, Парнас,  созидав, творенье тенисене асăрхăр). Чăнах та çапла иккене ĕнентерекен чăнлавсем татах та пур.

Инге арым хир больми
Кюльни торых сють больми.
Инге, дярым минь дярынь?
Пря кумул кор, дярым.
Пря кумул кормари,
Юмюрях хорах сюрямибыр.

Çакă тата ытти  çырса илнĕ юрăсем пирки А.А.Фукс çапла каланă:

Все сии песенки сочинены недавно одним молодым Чувашином 




#Article 653: Эмине (149 words)


Эмине — чăвашсен халап шайĕнчи сăвăçĕ тата юрăçĕ. Пĕтĕмпех халап шайĕнче пулнине кура, хăçан çурални-вилни, ăçта мĕн ĕçлесе пурăнни пирки калаçма çук. Анчах ку ят ăçтан сиксе туни пирки тата шăв-шав ăçтан çĕкленни тĕлĕшпе сăмах хускатма май пур. Халапла сăнар та — сăнарах.

Халлап-юмах тата тĕрлĕрен шăв-шав ахрăмĕ тăрăх, Эмине халӗ Комсомольски районне кӗрекен Виҫпӳрт ялӗнче XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫуралнӑ пулать. Халӑхра каланӑ тӑрӑх, Эмине пурнӑҫӗ питӗ йывӑр, ӗмӗрӗ кӗске пулнӑ. Унӑн юратнӑ каччине Янтукана пӑлхава хутшӑннӑшӑн каторгӑна янӑ. Эминене вара вӑйпах Янтукана тӗп тунӑ ҫынна качча парасшӑн пулнӑ. Хӗр ҫак мӑшкӑла тӳсеймесер хӑй ҫине ал хунӑ. Чылай вӑхӑт иртсен те Эминен юррисене халӑх манман.

Ман аллӑмра икӗ шурӑ тутӑр,

Иккӗшӗнче — икӗ сар кайӑк.

Юрлас тесен — йӗреп,

Йӗрес тесен — юрлап.

Мӗншӗн эпӗ кайӑк пулман-ши?

Пире иксӗмӗре, савнӑ тусӑм,

Мӗншӗн пӗрле пулма ҫырман-ши?

(1923 çулта И.Карлин Тюмень облаçĕнчи Канаш (Тюмень облаçĕ) ялĕнче Курак Хветуринчен çырса илнĕ[çăлкуç ăçта?])




#Article 654: Сарри Паттăр (299 words)


Сарри Паттăр — чăваш кĕрешӳçи, çарпуçĕ, сăвăç-юрăçи.

Сари паттăр Виръял — чăвашĕ. Вăл Етĕрне уесĕн Сарьел ялĕнче пурăннă. Унăн тата икĕ шăллĕ пулнă.

Вăл çамрăк чухне тăван халăх ирĕклĕхĕшĕн Хусан ханлăхне хирĕç кĕрешнĕ. Мускава кайса Хаяр Йăванпа килĕшӳ тунă. Вырăссем Хусана илсен, хăйсен çарĕсене чăваш тата семмари çĕрĕсенче хăварнă. Авра Сарри паттăр Мамич-Пертейпе Акпарс пекех, пĕтĕм вăй-халне парса çĕнĕрен капланса килнĕ вырăс пусмăрçисене хирĕç хаяррăн кĕрешме тытăннă.

Ун чухне Нухайстанра Юсуп-хан пулнă. Мамич-Пертей вара 1553 çулта Юсуп патне кайса унпа пĕрле Мускав пусмăрне хирĕç кĕрешме калаçса татăлать. Каярахпа Сарри паттăр, Сейсетпе пĕрлех, Арча чăвашĕсем пулăшнипе, Хусантан  çитмĕл çухрăмра Меше юханшывăн çӳллĕ çыранĕнче, питĕ вăйлă карман туса лартать. Меше тăрăхĕ авалхи Чăваш тăрăхĕ, кунта чăвашсем йышлăн пурăннă. Сарри паттăр, паллах, тăван чăвашсем хăй майлă пуласса шаннă ĕнтĕ. Чăнах та, пĕтĕм чăваш халăхĕ çак кĕрешĕве хутшăннă. (3)«На берегах Средней Волги, можно сказать, не было народа, который так сильно отстаивал бы свою свободу, как чуваши».

Вырăссем хăраса ӳксе хăйсен Сĕве  хулинчи тата Хусанти çарĕсене пĕрлештереççĕ те Сарри паттăрпа Сейета хирĕç тухаççĕ. Вĕсене Сĕве хулин вăйпучĕ вырăссен чапа тухнă Салтыков çарпуçĕ ертсе пырать. Сарри паттăр унăн çарне ним юлмиччен аркатать, хăйне тыткăна илет. Ун хыççăн Мамич Пертей Аçтăрхана тата нухайсем патне патша пулма шырама чингизид шырама кайнă. Вăл хăйсен çарĕ нумай пулнине, вĕсем патша çарĕсене пĕрре кăна мар çапса çĕмĕрнине ĕнентерме, çак çапăçура тыткăна илнĕ Салтыков вăйпутăн тимĕр кӳпине те илсе кайнă.

Меше шывĕ çинчи çапăçу хыççăн Сарри паттăр хăйĕн Сейсет тусĕпе пĕрле Лайăш хули патĕнче те, Арча хули çывăхĕнче те, Чаллă карманĕ патĕнче те хăйĕн тĕкĕрçисемпе Хаяр Йăван янă Даниил Адашев полкĕсене, Шереметев çарĕсене те, Микулински кнеçпе Курбски кнеç хурахĕсене те темиçе темиçе хутчен çапа-çапа çĕмĕрнĕ.

Сарри паттăрпа Сейет Атăл урлă каçса Вирьяла килнĕ. Хаяр вăрçă пин тĕрлĕ пăрнăçлă пулнă. Сарри паттăр вырăс колонизаторĕсене хирĕç партизанлă меслетсемпе кĕрешме туçланă.

Тĕп тăватпăр тăшмана




#Article 655: Гейзерсен Айлăмĕ (156 words)


Гейзерсен Айлăмĕ, — Кроноцки биосфера заповедникĕн пĕр ту хушшинчи çитме мелсĕр хушăкра вырнаçнă. Унта вертолётпа çеç çитме пулать. Ку айлăма ЮНЕСКО-н Пĕтĕм тĕнчери çутçанталăк пурлăхĕ кĕртнĕ.

Кунти гейзерсене 1941 çулхи ака уйăхĕнче Кроноцки заповедникĕн ĕçченĕ Татьяна Устиновăпа çула кăтартакан Анисифор Крупенин итĕлмен уçнă. Вĕсем Гейзер юханшывĕ хĕррипе 5 çухрăм тăршшĕпе вырнаçнă, «Первенецран» пуçласа Виççĕллĕ шывсикки патĕнчи «Çӳлти гейзер» таран. Ку айлăмра пурĕ 20 патнелле пысăк гейзер. Чи пысăкки, «Великан» ятли, шыва 40 метр çуллĕшне пĕрĕхтернĕ, пăсĕ вара темиçе çер метр таран хăпарнă.

Пĕрисем шывне кашни 10-12 минутран пĕрĕхтереççĕ, теприсем вара 4-5 сехет хушшинче.

Хальхи вăхăтра ку айлăма йĕркеленнĕ ушкăнсене анчах кĕртеççĕ. Çулталăк хушшинче çапла айлăма пурĕ виçĕ пин патнелле турист килсе каять.

Ку пĕрремĕш пăтăрмах пулман. 1981 çулта ку тăрăхта Эльза ятлă тайфун иртсе кайнă. Ун хыççăн Гейзер юханшывĕнчи шыв темиçе метр çӳллĕшне хăпарнă. Вăйлă шыв темиçе метр сарлакăш чулсене вырăнтан хускатся юхтарса кайнă. Çапла вара «Мăн кăмака» (Большая Печка) гейзер пĕтнĕ, «Малахитлă» ятли самай ваннă.




#Article 656: Итĕлменсем (185 words)


Итĕлменсем, — Камчатка çурутравĕ çинче пурăнакан халăхсенчен пĕри. Итĕлмен чĕлхи çинче калаçаççĕ. Коряк автономлă округĕн Тигиль районĕнче 1179 çын, Магадан облаçĕнче 509 çын пурăнаççĕ.

XVIII-XIX ĕмĕр пуçламăшĕсенче итĕлменсене темиçе ушкăна уйăрма май пулнă. Вĕсен кашнин хăйĕн культури, хăйсен уйрăм ячĕ пулнă. Çак ушкăнсене асăнма пулать: Камчатка, Авачински, Мăн Рецки, Анăç, Хайрюзовски ушкăнĕсем. Ку вăхăтра вĕсен пурăнакан вырăнĕ Камчаткăн анăç енче Тигиль юханшывĕ çити çитнĕ, тухăç енчи чики Ука юханшывĕ хĕррипе иртнĕ. Кăнтăр енчи çĕрĕсем Лопатка сăмсахĕ таранах çитнĕ.

XIX ĕмĕр пĕрремĕш çурринче пурăнакан çĕрĕсем çаплипех юлнă пулин те итĕлмен ялĕсен шучĕ сахаланма тытăннă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче итĕльменсем Камчаткăн анăç çыранĕ хĕрринче кăна тăрса юлнă.

Курак (Кутх) çинчен каласа паракан юмахсен ярăмĕ питĕ паллă. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче В. И. Иохельсон вырăс этнографĕ питĕ нумай халăх  юмахĕсене çырса илнĕ.

Итĕлменсен тĕнĕ — анимизм, тотемизм, фетишизм. Вĕсем ыр сывлăшсене, хуçасене пуççапаççĕ. Митг («тинĕс хуçи») ятлă турри тĕп çимĕçе, пулла, панă май ăна самай пуççапнă. Мăн турра вĕсем ĕненмен. Çĕр-шыва тăваканни Курак (Кутх) шутланнă. Вĕсен шаманизм та пулнă, анчах та шаманĕсен уйрăм тум-тирпе бибнĕ пулман. Шамансем ытларах енчен хĕрарăмсем пулнă.

XVII ĕмĕр варринчен пуçласа итĕлменсем христианлăха ĕненме пуçланă.




#Article 657: Тохаристан (143 words)


Тохаристан, — Вăтам Азипе Афганистан çĕрĕсенчи историллĕ тăрăх. Ку тăрăха Узбекистанпа Таджикистанăн кăнтăр тата Афганистанăн çурçĕр çĕрĕсем кĕреççĕ. Ячĕ тохарсенчен пулса кайнă, вĕсем пирĕн эрăн II-мĕш ĕмĕрте Грек-Бактри патшалăхне çапса çĕмĕрнĕ.

Тохаристан çĕрĕн чикки çурçĕр енче Гиссар хребечĕпе иртнĕ. Кăнтăр енчи чикки Гиндукуша çити пулнă. Тухăç енче Памир хĕррипе, анăç енчи чикки Муграбпа Гурируд юханшыв хĕррипе иртнĕ.

I-IV ĕмĕрсенче ку çĕрсем Кушан патшалăхне кĕнĕ, унăн тĕпĕ пулнă. Кушан патшалăхĕ арканса кайнă хыççăн темиçе пая пайланнă. VII ĕмĕр пуçламăшĕнче 27 кнеçлĕхрен тăнă. V-VI ĕмĕрсенче Тохаристан кнеçлĕхĕсем эфталитсене пăхăнма пуçланă, VII ĕмĕрте — тĕрĕксене. VIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Тохаристан арапсен аллине лекнĕ.

Каярахпа Тохаристан Тахиридсен, Саффиридсен, Саманидсен, Гуридсен патшалăхĕсене кĕнĕ. XIII ĕмĕр пуçламăшĕнче Тохаристана тутар-монголсем çĕнтерсе илнĕ.

Культурăпа экономика енчен Тохаристан Вăтам Азире пысăк шайра тăнă. Вăл Вăтам Ази тăрăхĕсемпе, Индипе, Малти тата Инçет Тухăçпа тачă çыхăнусем тытнă. Кушан патшалахĕ аталаннă вăхăтра кунта беддизм аталаннă, сарăлнă.

 




#Article 658: Кушан патшалăхĕ (414 words)


Кушан патшалăхĕ, — пирĕн эрăн I-III ĕмĕрсем хушшинче сарăлса выртнă патшалăх. Вăл хальхи Вăтам Ази, Афганистан, Пакистан, Çурçĕр Инди çĕрĕсем çинче вырнаçнă пулнă. 105—250 çулсем — вăйлă аталану тапхăрĕ шутланать. 

Пĕрисем шутланă тăрăх ку патшалăха хальхи Китайри Синцзян провинцире пурăннă юэчжи халăхĕ никĕсленĕ. Патшалăх Римпа, Персипе тата Китайпа тачă çыхăнусем тытнă.

Патшалăха кĕрекен халăхсем тохар чĕлхисем çинче калаçнă.

Патшалăх Бактри тĕпĕ çинче аталанма пуçланă. Греко-Бактри патшалăхне аркатнă хыççăн вăл пĕчĕк пайсем çине пайланса пĕтнĕ пулнă. Куçса çӳрекен халăхсен ертӳçисене юэчжисем епле пурăнни килĕшнĕ, вĕсем пĕр вырăнта пурăна пуçланă. Пирĕн эрăчченхи I ĕмĕрте вара каллех пур çĕрте те çĕнĕ каналсем, акса ӳçтерме юрăхлă çерсем хатĕрленме пуçлаççĕ, хуласем хăпараççĕ.

Патшалăха йĕркелекенĕ вырăнĕнче Куджула Кадфиз шутланать. Катай çыравçисем çырнă тăрăх вăл чи малтан Бактрири 4 вырăнти пике хăйне пăхăнтарнă. Кайран ытти пĕчĕк пиксене те пăхăнтарма вăй-хал çитернĕ. Хăйĕн тĕп хули вырăнне вăл Ланьши хулине йышăннă. Ку хула хальхи Душанбере 44 çухрăм анăçалла, Шахринау хулаш вырăнĕнче вырнаçнă пулнă.

Гермей, Парфине пăхăнас мар тесе Кадфизпа килĕшӳ тăвать, темиçе Бактри кнеçлĕхне пĕрлештерет. Хăйне патшасен патши ятне парать.

Гермей вилнĕ хыççăн Кадфиз унăн астулĕ çине ларать те икĕ патшалăха пĕрлештерет. Ку 47 çулта пулса иртнĕ тесе шутлаççĕ. Çакăн хыççăн вăл Гандхарпа çурçĕр Пакистанра вырнаçнă юнашар патшалăхсене тытса илме пуçлать. Çапла вара I-мĕш Кадфиз пĕтĕм Бактрине хăй аллине илет, хăйне патшасен патши ятне тивĕçтерет. Каярах вăл хăйне Гиндукуш хыçри çĕрсене те хăйне пăхăнтарать. Инди çыруллăхĕпе çырна укçасем унăн патшалăхне инди халăхĕ те кĕнине пĕлтерет.

Малалла Кунаш патшалăхĕ астул çинче унăн ывăлĕ Вим Кадфиз ларнă чухне сарăлнă. II-мĕш Кадфиз хăйĕн аллине Индин çурçĕр-анăç çĕрĕсене тытса илнĕ, Варанаси таранах. Çапла вара ку патшалăх чаплă та сумлисем шутне кĕнĕ. II-мĕш Кадфизăн укçисем çинче индуистсен Шива туррин тата вăкăр сăнĕ ытларах курăнать. Ку майпа вăл индуизма кăмăлланине, тата хăйĕн енне çĕнĕ çĕрсенчи халăха çавăрма кăларнă пулас.

Патшалăхăн чи паллă патшисем шутне Канишка кĕрет. Ун вăхăтĕнче патшалăхăн тĕп хули Пурушапура (хальхи Пешавар) пулса тăрать. Кунашка буддизм сыхлавçи пек асăнса юлнă. Буддизма кăмăланă пулин те унăн укçисем çинче çавăн пекех Гелиоспа Гефест грек туррисем, Митрăпа Вертрагна индоиран туррисем тата ыттисем тĕл пулаççĕ.

Патшалăх чиккисем анăç енче Парфипе, тухăç енче Хань имеприйĕпе чикĕленнĕ пирки час-часах вăрçăсем те сиксе тухнă. Чи юнлисем шутне I ĕмĕр вĕçĕ-II ĕмĕр пуçламăшĕ тĕлĕнчи Тухăç Туркестанри вăрçă кĕрет. Вĕçĕ Кушан çарĕсем хунь çарĕсене çĕнтернипе, вĕсен юхăмне чарнипе вĕçленнĕ. III ĕмĕрте Парфи вырăнĕнче Сасанидсен патшалăхĕ йĕркеленнĕ. Çĕнĕ патшалăх Кушан патшалăхне çапса аркатнă. Çапла вара патшалăх арканма пуçланă. IV ĕмĕрте аталану сĕмĕ курăна пуçланă пулсан та малтанхи чапа çитеймен.

V ĕмĕр тĕлне патшалăх юлашкисене эфталитсем çĕмĕрсе тăкнă.




#Article 659: Итĕлмен чĕлхи (106 words)


Итĕлмен чĕлхи — Итĕлменсен чĕлхи, чукча-камчат ушкăнне кĕрет (хăш-пĕрисем кунпа килĕшмеççĕ).

Итĕлмен чĕлхи Камчатка çурутравĕ çинче сарăлнă пулнă. Хăш-пĕр авторсем (Г. Стеллер, Л. И. Шренк) çырнă тăрăх итĕлменсем çавăн пекех çурçĕрти Курил утравĕсенче те пурăннă. XVIII–XIX ĕмĕрсенче итĕлмен чĕлхепе калаçакансем виçĕ ушкăнран тăнă: тухăç (Лăпкă океанăн çыранĕ хĕррийĕ), кăнтăр (çурутравăн кăнтăр пайĕ) тата анăç (Охотски тинĕсĕн çранĕсем хĕрринче) ушкăнсем. Хальхи вăхата анăç енчи итĕлмен чĕлхи çеç сыхланса юлнă. Ку чĕлхепе калаçакансен йышĕ 400 çын патнелле. Вĕсенчен пурте вырăс чĕлхине те пĕлеççĕ.

Итĕлмен чĕлхи çинче литература çук. 

Латиница çинче никĕсленекен алфавит

Халĕ итĕлмен чĕлхине пуçламăш классенче вĕрентеççĕ, анчах та вĕрентевçисем, вĕренекенĕсем пекех, чĕлхине пĕлмеççĕ.

Хальхи итĕлмен алфавичĕ

 




#Article 660: Прокопович Пётр Иванович (126 words)


Прокопович Пётр Иванович, — пыл хурчĕсене ерчетекенĕ, карас вĕллине шутласа кăлараканĕсенчен пĕри. 1775 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Конотоп уесĕнчи Митченки ялĕнче çуралнă. 1850 çулхи пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче унăн чери тапма чарăннă.

Тăван çĕршывшăн сумлă ĕçсем тунишĕн ăна Таса Владимир орденне панă.

Кейӳ ăс-хакăл академине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Егерь утлă çарта кадет пулнă. 1798 çулта киле таврăнсан кĕçĕн пиччĕшĕн ĕçĕпе паллашнă май пыл хурчĕсене ерчетме шутланă.

Вĕллисене вăл хăйех ăсталанă, пыл хурчĕсем хăйсене епле тытнине сăнанă, кун кĕнекине ертсе пынă. Унăн аллинче 10 пине яхăн пыл хурчĕсен кил-йышĕ пулнă. 1814 çулта вăл караслă вĕллене шутласа кăларнă. Ăна вăл «Питĕрти» (Петербургский) тесе ят панă. 

Анăçра П.Прокопович ячĕ паллă мар. Ыттисем, карас вĕллисене шутласа кăларакансем (Джержон, Берлепш тата Лангстрот), хăйсен вĕллисене унран каярах пулин те, уйрăм шутласа кăларнă пулас. 




#Article 661: Хура Атăл (122 words)


Хура Атăл (, Касимов тутарĕсен чĕлхипе — Эва), — Атăлăн сылтăм юппи. Тăршшĕ 1500 çухрăм. Бассейн лаптăкĕ 245 пин çм2. 

Юханшыв Орёл, Тула, Калуга, Мускав, Кисан, Улатимĕр, Чулхула облаçĕсен çĕрĕсемпе юхать. Шыв пуçламăшĕ Орёл облаçĕнчи Александровка ялĕ патĕнче вырнаçнă. Чулхула патĕнче Атăла юхса выртать.

Ячĕ епле пулса кайнине тĕплĕн татса пама халĕ пултараймаççĕ. Чи анлă сарăлнă верси тăрăх ячĕ балтинчен (литва чĕлхинчи aka — «çăлкуç»), е финсенчен (joki — «юханшыв»). Вырăссем ку тăрăха киличчен çӳлти юхăмĕн тăрăхĕнче балт йăхĕсем (полехсем), вăтам юхăмĕнче финн йăхĕсем (мещёрсем, мурăмсем) пурăннă.

Ока хĕрринче çак пысăк хуласем вырнаçнă: Орёл, Калуга, Алексин, Серпухов, Ступино, Коломна, Кисан, Касимов, Муром, Павлово, Дзержинск, Чулхула.

Юханшывăн чи пысăк юпписем: Зуша, Упа, Жиздра, Угра, Протва, Мускав, Проня, Пара, Пра, Гусь, Мăкшă, Клязьма, Беспута.




#Article 662: Чаллă кун-çулĕ (265 words)


Авалхи Чаллăна хальхи Маматăш патĕнче никĕсленĕ. 

Çак хулана тутар-монголсем 1236 çулта  çĕмĕрсе тăкнă пулас. Çапах та вăл питĕ хăвăрт ура çине тăнă.

Тутар–монголсем тапăнса килсен Атăлçи Пăлхар иккĕне пайланса кайнă. Вара 1278 çулта пĕр-пĕринпе хирĕçсе тăракан икĕ пиклĕх пулнă: Тухăçри — Çарăмсан патшалăхĕ, Анăçри — Сăвар патшалăхĕ. Сăвар патшалăхĕнче тутар-монголсене юраса та сутăнса пурăннă Каçи-Парăç ăрăвĕ хуçаланнă, вĕсене асанçăсем тенĕ. Çарăмсан патшалăхĕнче вара аслă чаплă Челпир патшан тăхăмĕсем ертсе пынă, вĕсене ашравçăсем тенĕ. Ашравçăсем авалхи пăлхар-чăваш йăли-йĕркисене тытса пынă, çичĕ ютсемпе хутшăнман. Вĕсем Чаллăпа Çăкату хулисенче пурăннă. Асăнçăсем ĕнтĕ тутар-монголсемпе, кыпчаксемпе хутшăнса, ислам тĕнне кĕрсе пынă. Вĕсем Хусан хулине тытса тăнă.

XIV ĕмĕр варринче тутар-монголсемпе кăпчаксем пулашнипе асанçăсем ашравçăсене çĕнтерме тытăннă. Çакăнтан пуçласа вара пĕтĕм Атăлçи Пăлхар çĕрĕ тутарланасси пуçланать. Чăвашсен авалхи асаттисем çурçĕрте, хальхи Шупашкар, Çĕрпӳ, Сĕве патĕнче çеç питĕ çирĕп тăнă.

Пăлхар-Сăвар çĕрĕнчи халăх ислама тухса пынă. Аваллăха, тăван чĕлхене упракан чăвашсене Чулман Атăл еннелле куçарма тытăнаççĕ. Хуласенче тутарланасси хĕрсе пырать. Аваллăх, хальхи саманари пекех, ялсенче çеç упранать (Хальхи чăвашсен, хăйсен йăлисене сыхласа аталантарса пырас тесен, пурнăç йывăр килсен те чăваш уявĕсене кашни ялта ирттермелле, хуласенче те чăваш чĕлхине сарма тĕрлĕ меслетсем тупмалла.)

хушă тапăнса килекен вырăссенчен çăлăнса пурăннă. Чăвашсен кӳписем çирĕп пулнă, вĕсем ку таврара чи малтан пăшалсемпе усă курнă. 1376 çулта вĕсем анăçран тапăнса килекен Дмитрий Донской çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ.

Анчах та çапла патшалăх нумайчен тытăнса тăма пултарайман. Тухăçъен Пăлхар пикĕсем тутарсемпе кăпчаксен çарĕсене тарма тытăнаççĕ. «Основной опорой Ашрафидов были свободные булгарские крестьяне (субаши) и служилые феодалы (казаки) Чалмы-Черемшанской провинции и не принадлежащие хану части Казанской области, составляющее ядро чаллинской армии — лучшей в стране», - çырать тутар историкĕ Фаргат Нурутдинов.




#Article 663: Шукăль (161 words)


Шукăль — Самар облаçĕн хули, Атăлçи Пăлхарăн авалхи хули. 

Хула Атăлăн вăтам юхăмĕн сылтăм çыранĕнче,  «Самар Луки» наци паркĕн Шукăль тăвăсен айлăмĕсенче вырнаçнă.

Халăх йышĕ — 55,5 пин çын (2005).

Тольяттипе тата Самар облаçĕн Ставрополь районĕпе юнашар.

Хула Атăлан сылтăм çыранĕнче, çӳллĕ сăртсем çинче капланса ларнă пулнă. Çав Шукăль тăвĕсем хулана ташманран сыхланă. Халĕ вĕсене Шукăль тăвĕсем теççĕ. 800 çул каялла питĕ çӳллĕ, чуллă та хысаклă пулнă.

Хула ретне 1952 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канаш Президиумĕн хушăвĕпе Жигулёвск ĕçтĕш паçулкинчен туса хураççĕ. 

Шукăльтен Атăлăн сылтăм çыранĕнче, 5 çм турирех, хулана кĕрекен Панулми Çырми микрорайон (малтан — хула евĕр паçулкă) вырнаçнă.

Шукăль тĕлĕнче XVII ĕмĕртенпе Моркваши тата Отважное ялсем пулнă. 1942 çулта Панулми Çырми патĕнче Девон тапхăрĕн нефтьне тупнă. Нефте Самар лукин урăх вырăнĕсенче те тупнă. 1950-мĕш çулсен пуçламăшĕнче хула районĕнче ĕçĕ кĕртнĕ самантра тĕнчере чи пысăк шутланнă В. И. Ленин ячĕллĕ Атăл ГЭС-не (халĕ Шукăль ГЭСĕ) 1957 çулта туса лартнă. 1950—1960 çç. Панулми Çырми ялĕнче пысăк цемент савутне хута янă.




#Article 664: Австрали (444 words)


Австрали Пĕрлешĕвĕ (акăлч. Commonwealth of Australia), Австрали (акăлч. Australia), — лаптăк енĕпе тĕнчере улттăмĕш вырăнта тăракан патшалăх. Унăн шутне Австрали материкĕ тата çывăхри утравсем (вĕсенчен чи пысăкки — Тасмани) кĕреççĕ.

Тухăç Австралине 1770 çулта Аслă Британи шутне кĕртнĕ, 1788 çулхи кăрлачăн 26-мĕшĕнче кунта пĕрремĕш колони никĕсленĕ. Халăх йышĕ ӳснĕ май Австралире ултă хăйсене çеç пăхăнакан колонисем йĕркеленнĕ.

Австрали кӳршисем: çурçĕр енче —  Индонези, Тухăç Тимор тата Папуа—Çĕнĕ Гвиней; çурçĕр-тухăçра — Соломон утравĕсемпе Вануату; кăнтăр-тухăçра — Çĕнĕ Зеланди. Папуа — Çĕнĕ Гвинейпе материклĕ Австрали хушши 150 çухрăм.

Пĕрремĕш çынсем Австралине 42−48 пин çул каялла çитнĕ. Вĕсем паянкунхи Австралин вырăнти халăхсен ватă аслашшĕсем пулаççĕ. Кунта вĕсем Кăнтăр-Тухăç Азинчен куçса килнĕ. Вырăнти халăхсем сунар ĕçĕпе пурăннă, çырла тата ытти çимĕçсене пуçтарса çинĕ, хăйсен авалхи йăлисене тытса тăнă, çĕре пуççапнă, «тĕлĕксен сĕмĕпе» пурăннă. Торрес пырĕн утравĕсенче пурăнакансем — меланезисем — çĕр çинче ĕçлесе пурăннă.
 

 

Америкăри колонисене çухатнă хыççăн Британи кунта вăрă-хурахсене ссылкăна яма пуçлать.
Британи колонийĕ Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс Сидней пурăну вырăнĕнчен пуçланса кайнă, ăна Артур Филип капитанĕ 1778 çулхи кăрлач, 26 кунĕнче никĕсленĕ. Ван Димен (паянкунхи Тасмани) çĕрне 1803 çулта пуçласа янă, 1825 çулта çак çĕр уйрăм колони шутне кĕнĕ. Аслăбритани континентăн ытти çĕрĕсене (паянкунхи Анăç Австралине) 1829 çулта хăй çумне çыпăçтарнă. Çĕнĕ Кăнтăр Уэльс çĕрĕсенче Кăнтăр Австрали (1836), Виктори (1851) тата Квинсленд (1859) колонисене йĕркеленĕ. Викторипе Кăнтăр Австрали çĕрĕсене «ирĕклĕ колонисем» тесе туса хунă, унта ирĕксĕр куçарнă çынсем пурăнман. Анăç Австрали те «ирĕклĕ» пулнă, анчах каярахпа ĕçлекенсем çитменнине пула ирĕксĕрлесе янă çынсене те йышăнма тытăннă.
Аборигенсен шучĕ, малтан 350 пин пулнă пулсан, 150 çул хушши питĕ хытă чакнă, çак вăл  куçса лекекен чирсенчен те, хӳтĕрлесе урăх çĕре пурăнма куçарнинчен те. 1967 çулхи референдумпа аборигенсем гражданлăх правине çĕнтерсе илнĕ. Австралин Çӳлти сучĕ Mabo v Queensland (No 2) ĕçĕ пирки йышăнăвĕ Австралире колонизаци пуçланнă чухнехи «никамăнмар çĕр таврашĕ» япалана пĕтернĕ, аборигенсен çĕр прависене саккун шутне çырнă.

Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи пуçлансан Австрали хăйĕн çарĕсене Аслăбритание пулăшма ярать. 1940-1941 çулсенче австрали çарĕсем вăтаçĕртинĕс вăрçă театрĕнче çапăçаççĕ. 
Австрали çĕрне вăрçă австрали крейсерĕ «Сидней» тата нимĕç крейсерĕ «Корморан» пĕр-пĕрне путарнă хыççăн пырса çитет: «Сидней» крейсерăн пĕтĕм экипажĕ (645 çын) пĕтнĕ, «Корморан» экипажĕ карапĕ çинчен анса парăннă.
Пёрл-Харбор инкек-синкеклĕ катострофи хыççăн австрали çарĕсем Япуние хирĕç вăрçа тухаççĕ. 1942 çулхи нарăсра Сингапура çухатсан 15 000 австрали салтакĕсем япун тыткăнне лекеççĕ. Тепĕртакран япунсем Дарвин çине бомбăсем пăрахаççĕ. 19 уйăх хушшинче Австралин çурçĕр ен çĕрĕсене 100 хут ытла тăшмансем сывлăшран тапăнаççĕ. 1942 çулхи çу уйăхĕнче япун шывай киммисем Сидней порчĕнче темиçе карапа путараççĕ. Япунсем Австралие вăрçса кĕрсе хупăрласа илме хатĕрленеççĕ.

Австралин тĕп халăхĕ — XIX тата XX ĕмĕрсенчи иммигрантсен тăхăмĕсем, вĕсенчен чылайăшĕ Аслă Британипе Ирландирен куçса килнĕ.

Тĕнчен пĕрремĕш вăрçи хыççăн халăх йышĕ иммиграцине пула 4 хутчен ӳснĕ.

Официаллă чĕлхе — акăлчан чĕлхи (австрали акăлчан чĕлхи).




#Article 665: Купрат (186 words)


Купрат (, ), Кроба́т (), Курба́т, Курт () — Аслă Пăлхар патшалăхне йĕркелекенĕ, çав патшалăхăн патши, Тулă ăрăвĕнчен тухнă ĕмпӳ. Вăл 605 çулта çуралнă. 660 çулта Аслă Купрат вилнĕ.

Купрат кăтригур пăлхар йăхĕсенчи Тулă ăрăвĕнчен тухнă. Пĕчĕкренех пулас паттăр ăс-хакалне Висанти император килĕнче пухса ӳснĕ, 12 çулта тĕне кĕнĕ.

Купрат астулра ларнă чух Аслă Пăлхар аварсенчен те, хасарсенчен ирĕклĕ пулнă. Епле те анăçран хăрушăлăх Авар хаканачĕ хавшакланнă май пĕтĕмпех иртнĕ пулсан, тухăç енчен пĕрмаях ахăр саманасем сиксе тухкаланă. Купрат хăй хуçаланнă вăхăтсенче пăлхар йăхĕсем пĕрлĕхре тытăнса тăнă та çавăнпа инкек-синкексене хирĕç тăма вăй çитернĕ. Вăл вилнĕ хыççăн вара Аслă Пăлхара Питпуян, Кăтра, Аспарух, Кувер, Альших ывăлĕсем туртса пайланă. Купратăн кашни ывăлĕ патшалăха хăйнемайлă уртасене пайланă, вара пĕчченĕн вĕсен хасарсемпе тытăçма хăват пулман. Хасарсем тапăнса килсен Аслă Пăлхар аркансах каять, тĕрĕклĕ те аталануллă патшалăх саланса çухалать, вара Пăлхар цивилизацийĕ пайланса çĕр çинче уйрăммăн тăсăлать.

Унăн вилтăприне 1912 çулта Украина çĕрĕнчи Полтава облаçĕнчи Кĕçĕн Переçĕпĕн чиркӳллĕ ял çумĕнчи улăп тăпринче тупнă. Чылай ылтăн тата кĕмĕл япаласем, Купрат ячĕллĕ пичет çĕр айĕнче темиçе ĕмĕр упранса выртнă. Хальхи историксем тата ытти тĕпчевçĕсем валли ку тупăнусем иксĕлми те пархатарлă пихелсем пулаççĕ.




#Article 666: Азов тинĕсĕ (118 words)


Азов тинĕсĕ (, , ) — Хура тинĕсĕн çурçĕр-тухăç енчи шыв лаптăкĕ, Керчь пырĕпе (авалхи вăхăтра — Босфор Киммери, анлашĕ 4,2 км) Хура тинĕспе çыхăнать. Ĕлĕк грексем ăна Меоти кӳлли (греч. Μαιῶτις), римсем Palus Maeotis, скифсем Каргалук, меотсем Темеринда (тинĕс амăшĕ тенĕ); кайран арабсем Нитшлах е Бараль-Азов, турккăсем Барьял-Ассак е Бахр-Ассак (Тĕксĕм-кăвак тинĕс; паянкунхи турккă чĕлхипе Azakdenizi), генуэзсемпе венециансем Mare delle Zabacche (Mare Таnе) тенĕ. Азов тинĕсе хăйĕн ятне Азов хуларан илнĕ.

Азов тинĕсне тепчев ĕçĕсенче виçĕ пусăма палăртаççĕ:

Биологи ырлăхĕпе Азов тинĕсĕ тĕнчере пĕрремĕш вырăн йышăнать. Чи лайăх аталаннă тинĕс çимĕçĕ — фитопланктон тата бентос.

Азов тинĕсĕ Раççейшĕн XIX ĕмĕрте питĕ кирлĕ пулнă, пĕр енчен, пулă пуянлăхне пула, тепĕр енчен — тинĕс урлă сутăç ĕçĕсене ӳстерес шутпа.




#Article 667: Аспарух (151 words)


Аспарух (болг. Аспарух) (Исперих, Есперих) (640 тĕл.—700) — пăлхар йăхĕсен ханĕ, Тулă ăрăвĕнчен тухнă, Танайçи Пăлхар патшалăхне никĕслекенĕ. 700 çулта аварсемпе е хасарсемпе çапăçса паттăррăн пуçне хурать.

Аспарух Аслă Купратăн кĕçĕн ывăлĕ пулнă. Ашшĕ вилнĕ хыççăн, 642 çулта пăлхар патшалахĕн пĕр пайĕ ун патне куçнă. Хасарсем пăлхар йăхĕсем пайланнă пирки вĕсем çине тапăннă, вара Аспарух уртин çав тăшмансемпе çапăçма тивнĕ. Тăшмансем тĕксе пынипе, Аспарух халăх ушкăнĕ Танай шывĕ каçса вырнаçнă. Висанти çарĕсемпе çапăçнă, Добруджи хулине туртса илсе 679 çулта Танайçи Пăлхар патшалăхне никĕсленĕ. Çак патшалăхра ертсе пыракан пăлхарсем сахал шутлă пулнă, халăхĕ славян çыннисенчен тăнă. Шĕкĕр хулине Плиска хулине лартнă. Висанти императорĕ Константин IV пăлхар çĕрĕсене пăхăнтарасшăн вăрçнă, анчах та висантисем Аспарух çарĕсене çĕнтерейме пултарайман. Висанти танайçи пăлхарсене 681 çулта ирĕклĕ патшалăх тесе йышăннă, килĕшӳ хутне çырнă. 689 çулта Аспарух лăпкăлăх хутне пăсса Висанти çарĕсене Фраки çĕрĕнче çапса аркатать.
Унăн ывăлĕ-хĕрĕ пулман, çавăнпа ун хыççăн астула Тулă ăрăвĕнчи Тервел çарпуçĕ йышăнать. 




#Article 668: Урхан (127 words)


Урхан — хунсен историре палăрса юлнă  юлашки патши.

Урхан 619 çулта вăл Висантире тĕне кĕнĕ. Вăл хунсем хушшинчи палăрнă Тулă ăрăвĕнчен пулнă. Каярахпа çак ăру çĕкленсе кайса хăй тавра пĕтĕм халăха чăмăртать. Вĕсем вара историе пăлхар (пăлхарсем — чăвашсен ашшĕсем) ячĕпе кĕреççĕ.
Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем (Гумилев Л.Н.,…), Урхана китай çулçыравĕсен кенекисене вуланă çемĕн Моходу-хэу (китай чĕлхипе «Хура паттăр» тухать) теççĕ. 630-631 çулсенче Моходу-хэу тӳрксемпе влаçшăн вăрçса Туншех патшана вĕлерет. Ун хыççăн вăл Кӳйми Сыпи-хан ятне илет те Китай императорне хĕрне качча пама ыйтать. Анчах та Китай императорĕн хун-пăлхарсен йăхĕсене Тулă ăрăвĕнчи Урхан тавра пĕрлештерес мар тĕллевĕ пулнă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл Моходу-хэу патшапа тăванланмасть.
Урхан çавах та Тӳлă ăрăвне хăпартса пырать, каярахпа çав ăру-йăх сĕм вăйĕпе Урхан йамăкĕн ывăлĕ Купрат авалхи пăлхарсен патшалăхне — Аслă Пăлхара — туса хурать.




#Article 669: Монголи (430 words)


Монголи (,  Monggol ulus)  официаллă ячĕ Монгол Республики — Тĕп Азире вырнаçнă патшалăх. Çурçĕр енче чикки Раççейпе, кăнтăр енчи — Китайпа юнашар иртет, çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухмаççĕ. Çĕр лаптăкĕ — 1 564 116 км². Тĕп хули — Улан Батор.

Халăхĕ — 2 832 млн çын (2006, утă). Халăхăн 85% — монголсем, нумайăшĕпе халха-монголсем (çав шутра элжгин тата дариганга ушкăнĕсем (31 900 çын, 2000), татах хотогойт-монголсем, дархатсем, сартулсем, зун-узумчинсем (1700 çын, 1945), урянхайсем (25 200 çын, 2000), хотонсем, бурятсем (70 пин), шинэ-баргутсем (1000 çынна патнелле, 1947), захчинсем (29 800 çын, 2000), торгутсем, баятсем (50 800 çын, 2000), хошутсем, мянгатсем, олётсем, харачинсем, чахарсем, тумэтсем), 7% — казахсемпе кăркăссем, 4,6% — дурбетсем (анăç-монгол йăхĕ) тата 3,4% — ытти халăх ушкăнĕсем (хамнигансем, цаатансем, уйгур-урянхайсем, тывасем, вырăссем, китайсем). 5 миллион ытла монгол Монголи тулашĕнче (çав шутран 4,8 млн. çын ытла Китайра) пурăнаççĕ.
Официаллă чĕлхе — монгол чĕлхи, аслă ăру хуласенче вырăсла калаçать. Монгол чĕлхине халăхăн 85% ытла пĕлет.

Тахçанхи вăхăтра Монголи территорине вăрман та, шурлăх та хупланă, тӳремсенче улăхсемпе çеçенхирсем сарăлса выртнă. Монголи территоринче пĕрремĕш гоминидсен юлашкисен çул ӳсĕмĕ 850 пине яхăн çул шутланать.

П. эрч. IV ĕмĕрте Гоби айăккинчи çеçенхирте çĕнĕ халăх — хунсем — пулса тухаççĕ. П. эрч. III ĕмĕрте хунсем, хальхи Монголи территорине йышăнса пурăннăскерсем, китай патшалăхĕсемпе кĕрешме тытăнаççĕ.

Пирĕн эрăччен 202 çултаюркăн халăхсен пĕрремĕш империне — хунсен империне — туса хунă. Империе çеçенхир юркăнĕсен ывăлĕ Модун Шанью ертсе пынă. Хунну импери пирки тĕрлĕ эпохăри китай çăлкуçĕсем пĕлтереççĕ. П. эрч. 93 çулчен хунсем монгол çеçенхирĕнче хуçаланнă, вĕсен хыççăн темиçе  монгол, тĕрĕк, уйгур тата кăркăс ханлăхĕсем (Сяньби, Жужань хаканлăхĕ, Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ, Уйгур хаканлăхĕ, Кăркăс хаканлăхĕ тата Кидань хаканлăхĕ) пулса юлнă.

XII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче чухăна тухнă монгол йăхĕсем патшалăха йĕркеленме хăтланнă, тытăмлăхĕпе вăл йăхсен пĕрлешĕвĕ пулнă, историе Хамаг Монгол ятпа кĕнĕ. Пĕрремĕш тăрамçи Хайду-хан пулнă. Унăн мăнукĕ — Хабул-хан — Цзинь империнчи кӳршĕлле пурăнан йăхсене çĕнтерме пултарнă.

Ăнчах унăн хыççăнхи Амбагай-хана тăшман тутар йăхĕ (малашне «тутарсем» ятпа тĕрĕк халăхлăхĕсене палăртма тытăннă) тыткăна илнĕ те чжурчжэньсене панă, лешсем вара ăна асаплантарса вĕлернĕ. Темиçе çул иртсен тутарсем Есүгей баатара () вĕлернĕ, унăн ывăлĕ — Темучжин () — пулас Чингисхан.

Влаçа Темучин майĕпен ярса илнĕ. Малтан ăна Ван-хан — Вăта Монголири кереитсен тăрамçи — пулăшса тăнă. Темучин хăйĕн майлисене чылаях пуçтарсан, Монголири йăхсен виçĕ пĕрлешĕвне — тухăç енчи тутарсене (1202 çул), хăйне унчен хӳтĕленĕ Вăта Монголири кереитсене — (1203), тата анăçри наймансене (1204 çул) — пăхăнтарать. 1206 çулта монголсен паллă çыннисен пуçтарăвенче, Курултайра — ăна мĕнпур монголсен çӳлти хан ята панă, Чингисхан титула тивĕçнĕ.

 

Хĕçпăшаллă вăйсен йышĕ — 10,3 пин çын (2012). Çара йĕкĕтсене (18-25 çултисене) йыхравласа комплектлеççĕ, хĕсметре 12 уйăх тăмалла. Мобилизаци ресурсĕсем — 819 пин çын, çав шутра вăрçă ĕçне юрăхлисем — 530,6 пин çын.




#Article 670: Хар Ус Нур (104 words)


Хар Ус Нур, — пысăкăшĕпе Монголире иккĕмĕш вырăнта тăракан кӳлĕ. Аслă кӳлĕсен айлăмĕнче вырнăçнă. 

Хĕлле кӳлĕ шăнса ларать. Пăр хулăнăшĕ 1 метра çитет. Чи тарăн вырăн — 4,5 метр.

Хар Ус Нур кӳлĕре утравсем питĕ нумай. Норийн Шынаа утравĕ чи пысăкки. Унăн тăршшĕ 570 метр, сарлакăшĕ — 90 метр. Кӳлĕне Ховд Гол, Бужант Гол, Дунд Тсенкер Гол тата Ховд Тсенкер Гол юханшывсем юхса кĕреççĕ.

Кӳлĕ хĕрринче халăх сахал пурăнать. Пĕр тăваткал çухрăм çине вăтамран 1,2 çын килет. Ытларах енĕпе кунта куçса çӳрекен выльăх ерчетекенсем пурăнаççĕ. 

Кӳлĕре сахал тĕл пулакан чĕрчунсемпе вĕçен кайăксем пурăнаççĕ: Монгол саксаул сойки, хĕрлĕ сăмсаллă нырок, баклан, кăвакалсем, хурсем, тата ыттисем.

 




#Article 671: Мате Залка (212 words)


Мате Залка (чăн ячĕ Бела Франкль), — венгр çыравçи тата революционерĕ. 1896 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Венгрири Матольчра çуралнă. 1937 çулхи çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Испанири Уэска патĕнче вилнĕ. Раççейри 1918—1921 çулсенчи тата Испанири 1936—1939 çулсенчи граждан вăрçисене хутшăннă.

Нумай хуласенче Мате Залка ячĕллĕ урамсем пур. Ун пек урам Шупашкарта та пур.

Мате Залка хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Кил-йышĕ ялта корчма тытнă. Коммерци училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Пĕрремеш тĕнче вăрçи пуçланнă май ăна автро-венгри çарне чĕнсе илнĕ. Австро-венгри çарĕнче вăл Италире, тата Тухăç енчи фронтра вăрçнă. 1916 çулта Луцк патĕнче вырăссен аллине тыткăна лекнĕ. 1917 çулхи революци австро-венгри çарĕнчен тыткăна лекнĕ нумай çынна хавхалантарнă. Вĕсем шутне ăна та кĕртме пулать. Вăл социаллă шухăшсемпе интересленме пуçланă, коммунистсен юхăмне кĕнĕ (Чарса лартнă Венгри коммунистсен партине вăл 1920 çулта, кайран, кĕнĕ).

Отставкăна тухсан 1923—1928 çулсенче дипломати курьерĕ, Мускаври Революци Театрĕн директорĕ пулса, тĕрлĕ тĕслĕ хуçалăх ĕçĕнче ĕçленĕ.

Унăн литература ĕçĕсем çар тематикипе ытларах çыхăннă. 1924 çулта «Ходя» ятлă пĕрремĕш калавĕ çапăнса тухнă. Ăна вăл Раççĕйри граждан вăрçине халалланă. Ку тематикăпах унăн юлашки ĕçĕсем («Кавалерийский рейд» (Утлă çар харçи, 1929); «Яблоки» (Панулмисем, 1934)) те çыхăннă. Тĕрлĕ халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пулни унăн яланах тĕп вырăнта тăрать. 

Чи паллă ĕçĕнче, «Добердо» (1937) романĕнче, вăл Пĕрремĕш тĕнче вăрçи ним усăсăррине, вăл суя пулнине уçса панă.

Ӗçĕсене вăл венгрла тата вырăсла çырнă.




#Article 672: Увăс Нур (143 words)


Увăс Нур, — ()- Монголи тата Раççей территоринчи тăварлă кӳлĕ, «Аслă кӳлĕссен» айлăмĕнчи чи палли. 2003 çулта ăна ЮНЕСКОн пĕтĕм тĕнчери ĕткерĕн списокне кĕртнĕ.

Кӳлĕ лаптăкĕ — 3350 км2. Тинĕс шайĕнчен 743 метр çӳллĕшĕнче вырнаçнă. Кӳлĕ тăварлă. Тăварлăхĕ малтан ку вырăнта питĕ пысăк тинĕс сарăлса выртнă вăхăта пĕлтерет. Вăл тинĕс кунта темиçе пин çул каялла сарăлса выртнă, лаптăкĕ вара унăн темиçе хут пысăкрах пулнă.

Тес-Хем (Тэс), Нарийн-Гол, Хурмасын-Гол, Хархира-Гол, Боршо-Гол, Таргалы юханшывсем юхса кĕреççĕ.

Кӳлĕ Тĕп Азипе Çĕпĕр геоклимат чиккинче вырнаçнă. Сывлăш температури çулталăк хушшинче −Nbsp;°C (хĕлле) пуçласа Nbsp;°C (çулла) таран улшăнма пултарать. 

Ку кӳлĕре чĕрчунсен тĕнчи те питĕ пысăк: 173 тĕслĕ вĕçен кайăк, 41 тĕслĕ тискер кайăк пурăнать. Вĕсен шутĕнче сайра тĕл пулаканнисем те пур: ирбис, аргали, çĕпĕр ту качаки.

Çыран хĕррисенче темиçе пин çул каяллах çынсем пурăннă. Хунсем, тĕрĕксем тата кăркăссем хăйсем хыççăн кунта темиçе улăп тăпри, рунăллă çырусем, петроглифсем хăварнă.

 




#Article 673: Шорникова Елена Васильевна (197 words)


Шорникова Елена Васильевна, — чăваш актриси. 1912 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Уйкас ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 2007 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Ашшĕ, Василий Петрович, тулăх пурнăçпа пурăнакан çынсен ывăлĕ пулнă. Анчах та вăл авланас умĕн кил-çурчĕ тĕпĕ-йĕрĕпех çунса кайнă пирки чипер Наçтаççипе Ваççан хăйсен пурнăçне кăмрăкпа кĕл купи çинче пуçлама тивнĕ. Кукашшĕ ямшăк пулни, амăшĕ качча тухиччен пĕр вăхăт Хусанта те санитаркăра, те прачкăра ĕçлени, вулама-çырма пĕлни пирки çеç илтнĕ.

Елена Васильевнăн ачалăхĕ 1920-мĕш çулсене килнĕ. Ку вăхăтра таврара выçлăх тата тиф, трахома, хура чечче чирĕсем алхаснă. Пилĕ çула çитсен ашшĕ вилнĕ (вăл хăйне «коммунистсен юлташĕ» тесе вăйлă хĕненĕ хыççăн вырăн çинчен тăрайман), тăхăр çула çитсен амăшĕсĕр тăрса юлнă.

Пĕррехинче, хирте ĕçленĕ чухне, вăл аптраса ӳкнĕ. Ăна пульница леçсен тухтăрсем унăн тиф пулни çинчен пĕлтернĕ. Тепĕр темиçе кунран ним туйми пулнăскере морга ăсатма хатĕрленĕ. Анчах аппăшĕ ăна киле илсе кайнă, килте вара чĕрелнĕ.

Театрта пурĕ 100 ытла сăнар калăпланă. Çамрăк та илĕртӳллĕ хĕрсен сăнарĕсене нумаях паман Елена Васильевнăна, тĕрлĕ халăх хĕрарăмĕсен ролĕсене выляма тивнĕ. Паллах, хĕрсен ролĕсем те пулнă ĕнтĕ: Кушарти Лисук, Аслатири Катерина, Лиза Коротковăри тĕп сăнар тата вĕренсе тухнă чухнехи чи пĕрремĕш пысăк роль — Виринея.




#Article 674: Сатур Станислав Николаевич (214 words)


Сатур Станислав Николаевич (паспортри хушамачĕ Никоноров, 1959, чӳк, 5,  Ушанар ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР, РСФСР çур.) — чăваш сăвăçи, куçаруçи, публицисчĕ, литература критикĕ.

Раççей Федерацийĕн ÇП пайташĕ (2003 ç-па). 

Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ литература премине илме тивĕçнĕ (2002 çул).

Çĕнĕ Шупашкарти 14-мĕш профессипе техника училищинче вĕреннĕ. Кайран пĕлĕвне И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультетĕнче, Хусанти зонăри комсомол шкулĕнче, Мускаври строительство организацийĕсенчи ВЛКСМ райкомĕсен правиллĕ комсомол комитечĕсен секретарĕсен пĕтĕм Союзри курсĕнче, Мускаври «Профакадемия» вĕренÿ центрĕнче ӳстернĕ. Кунсăр пуçне С. Сатур хăй вĕреннĕ университетри чăваш литература кафедри çумĕнчи аспирантурăра икĕ çула яхăн вĕреннĕ.  Çĕнĕ Шупашкарти 4-мĕш стройтрестăн 46-мĕш ятарлă капăрлату управленийĕнче ĕçленĕ, çавăнтах 5 çул комсомол комитечĕн секретарĕн ĕçне ирĕклĕ майпа туса пынă, партбюро секретарĕнче вăй хунă. Комсомолăн Çĕнĕ Шупашкар хула комитетĕнче ĕçленĕ (1986 çул),  КПСС хула комитечĕн пайташĕ пулма суйланă (1990 çул).

Аслă радиотелеграфист-эстист пулса Кабул хулинче Афган вăрçине хутшăннă (1980 çул).

Пĕрремĕш сăвви 1987 çулта «Ялав» журналта кун çути курнă. Хайлавĕсем «Юратнă кĕнеке» (1989), «Шурăмпуç çути» (1990), «Радуга над городом» (2005), «Атăлпа тинĕс хушшинче» (2006), «Скандинавия — Поволжье» (2006), «Мужской разговор» (2008), «50 x 50» (2010) коллективлă сборниксенче пичетленнĕ.
Унăн сăввисемпе чылай юрă хывнă. Вырăссен халăхра анлă сарăлнă 200 ытла юррине чăвашла куçарнă. «Икĕ тапăр хушшинче», «Çил çăварĕнчи йăва» драмăсем çырнă.

Кĕнекисем:

Литература тишкерĕвĕнчи паллăрах ĕçĕсем:

Публицистикăри паллăрах ĕçĕсем:

.




#Article 675: Пачман (171 words)


Пачман — чăваш-пăлхарсен XIII ĕмĕрти чаплă çарпуçĕ.

Упранса юлнă «Ылттăнпик» эпосра  ăна «шурă парс ачи» тесе чыслани паллă. Эпосра каланă тăрăх, Ылттăнпик Шуратăл хĕррине, Иремел тăвĕ çумне сунара кайсан, шурă парса йĕрлесе ту шăтăкĕ патне пырса тухать те унта арçын ачана тупать. Ăна шурă парс ĕмĕртсе ӳстернĕ пулнă. «Еткере тытаканĕ пулăн эсĕ манăн» тесе Ылттăнпик ăна кермене илсе каять те чăнласах ывăлĕ пекех пăхса çитĕнтерет.
Пачман Челпир патша вăхăтĕнчех чапа тухнă теççĕ. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, 1223 çулта Кĕрнек хули патĕнчи пулса иртнĕ çапăçура чăваш-пăлхарсен экеметленсе ларнă çарсене ертсе пыраканĕ Пачман пулнă теççĕ. Ун хыççăн паттăрăн ячĕ пĕтĕм Тухăçĕпех саралнă, ун патне таçтан та монголсем пăхăнтарнă халăхсен элчисем тата çар çыннисем килме тытăннă. Вĕсем пурте тискер монголсемпе çапăçассишĕн, хăйсен çĕршывĕсене ирĕке кăларасссишĕн чĕрипе çуннă.
Челпир вилнĕ хыççăн Ылттăнпик Пачмана ĕмпӳ туса хурать, ăна хăйĕн хĕрне, Ылттăнчече качча парать. 1236 çулта моноголсем Атăлçи Пăлхарăн Пӳлер хулине çĕмĕрсе тăксассăн Пачманпа Ылттăнчеч ертсе  пыракан çарсем Шукăль хулинче çирĕпленсе лараççĕ.

Фаргат Булгари çырнă тăрăх, Пачман хăйĕн ушкăнĕпе тăшмансемпе çапăçса Пушкăрт çĕрне çитнĕ. Унтах пуçне хунă.




#Article 676: Котовский Григорий Иванович (209 words)


Котовский Григорий Иванович, — Раççей тата Совет çар пуçĕ, граждан вăрçине хутшăннăскер. 1881 çулхи çĕртме уйахĕн 24-мĕшĕнче халĕ Молдавине кĕрекен Хынчешть хулинче (вăл вăхăтра вăл ял шутланнă) çуралнă. 1925 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче вилнĕ.

Григорий Котовский заводра ĕçлекен механик кил-йышĕнче çуралнă. Ашшĕ Каменец-Подольск кĕпернийĕнче малтан чаплă çурт тытнă аристократ йăхĕнчен пулнă. Поляксен халăх юхăмне хутшăннăшăн Котовский аслашшĕне çартан кăларса янă. Каярах вăл чухăна тухнă. Котовский ашшĕ вара инженер-механика вĕренсе тухнăскер Бессарабине пурăнма куçнă.

Грогорий ял хуçăлăх училищине веренсе тухнă. Хура ĕçченсене хӳтĕленĕшĕн ăна 1902, 1903 çулсене жандармсем тытса чарнă. Вырăссемпе яппунсен хушшинчи вăрçă вăхăтĕнче вăл хĕсмет пункте килмен. 1905 çулта ăна çартан тарса çӳренĕшĕн тытса Костромари пехота полкне янă. Унтан вăл тарса хурахсен ушкăнне йĕркеленĕ. Ушкăнĕпе пуянсен кил-çуртне çунтарнă, çаратнă. Çаратнă япалисене чухăнсене валеçнĕ. Чухăнсем ăна пулăшнипе унăн ушкăнĕ самах вăхăт хушши жандармсен аллине лекмен. 1907 çулта ăна каторгăна леçнĕ. 1913 çулта Нерчинскран тарнă. 1915 çулта Бессарабинче каллех çĕнĕ ушкăн йĕркеленĕ. 1916 çулта ăна тытнă хыççăн вĕлермелли приговор кăлараççĕ, анчах та каярах пурнăçĕ вĕçлениччен каторгăна яраççĕ. 1917 çулхи çу уйăхĕнче ăна вăхăтлăха ирĕке каларса Румыни фронтне ăсатаççĕ.

Котовскийне 1925 çулхи çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕлернĕ. Бирзуль (халĕ Одесса облаçĕнчи Котовск хули) хулинче пытарнă. Ӳтне бальзамласа мавзолее хунă пулнă, анчах та румынсен вăхăтĕнче мовзолее аркатнă, ӳт-пĕвĕнчен хăш-пĕр пайĕ çеç сыхланса юлнă.




#Article 677: Ширак (174 words)


Ширак — пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте пурăннă чаплă сакки паттăрĕ.

Кир (пирĕн эрăччен 530 çулта) вилнĕ хыççăн та перссем çурçĕрти ирĕклĕ пурăнас текен халăхсем çине тапанма парахман. Ун чухне вĕсен патшалăхне Дарий I ертсе пынă. Пирĕн эрăченхи 525 çулта перссем Египета çĕнтерсе илнĕ хыççăн çурçĕр йăхĕсем çине тапанса кĕрет.

Çав вăхăтра Вăтам Азире саккисем, массакетсем, сăкăтсем тата ытти ирĕклĕ тӳрк йăхĕсем пурăннă.
Ирĕклĕ йăхсем каллех тискер тăшмана хирĕç хаяррăн кĕрешме тытăнаççĕ. Полиен авалхи çыравçă çакăн çинчен питĕ кăсăк чăнлавсем хăварнă. Вăрçăра уйрăмах Ширак маттур çамрăк каччă чапа тухса хăйĕн ятне ĕмĕрлĕхе хăварнă.

Вăл сакки йăхĕнчен пулнă теççĕ. Тискер тăшман хăйсен çĕрĕ çине кĕрсе кайсассăн вăл хăйне анкарпа тем тĕрле чиксе амантса пĕтерет те юн юхтарса перссен тапăрне çитет, Дарийе курассине калать. Дарийпе калаçса вара вăл ăна хăй перссем майлă пулнине ĕнентерет, саккисем патне вăрттăн сукмаксемпе илсе кайма сăмах парать. Дарий вара çавăнтах çарпуçĕсене пысăк тĕкĕрт хатĕрлеме, сакки çамрăкĕ хыççăн кайма хушнă. Ширак тăшмансене шывсăр пушхире илсе çитерет, çĕтерсе ярать. Çав тамăк çăварĕнчен пĕр тăшман çăлăнаймасть. Анчах та чаплă йĕкĕт те çакăнтах паттăррăн пуçне хурать.




#Article 678: Пăлхарпи (161 words)


Пăлхарпи — Атам патша хĕрĕ. Пăлхарпи XII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче пурăннă. 

Аталçи Пăлхар патши Шамкун Шам-Саин Пăлхарпин шăллĕ е пиччĕшĕ пулнă. Вĕсен аслашшĕ — Палук хан патша. Пăлхарпи Улатимĕрпе Суздаль кнеçĕн ывăлне Андрей Боголюбскине качча тухнă. Атăлçи Пăлхар патшипе Вырăс патшалăхне тытакан кнеç тăванлашни политикăлла пысăк  пĕлтерĕшлĕ пулăм пулать. Юрий кнеç те, Атам патша та тăванлашнă чухне икĕ халăх хушшинчи туслăха ӳстерес тесе шутланă.
Çапла икĕ чаплă çемйе пĕрлешнĕ хыççăн чăваш-пăлхар ăстаçисем вырăссене питĕ илемлĕ керменсемпе чиркӳсем тума пулăшаççĕ. Улатимĕр хулинчи чи чаплă чиркӳсемпе мăнастырсене чăваш-пăлхарсем тунă. Вĕсен шутĕнче Нерли шывĕ хĕрринчи Пукрав чиркĕвĕ. Çак чиркĕве хăпартма чулсене Атăл таврашĕнчен туртса пынă.
Малтанласа Пăлхарпипе Андрей килĕшӳллех пурăнаççĕ. Вĕсен виçĕ ывăл çуралать. Пĕрне аслашшĕне хисеплесе Юрий ята параççĕ. Тепĕр икĕ ывăлĕ нумаях пурăнаймаççĕ, вилеççĕ. 
Анчах та Андрей питĕ чаркаш та хаяр çын пулнă, вăл вăрçăсăр пĕртте пурăнайман. Вăл вара тăванлашнă чăваш-пăлхарсемпе вăрçма шутлать. Çав хушăрах ĕлĕххи килĕшĕве пăсас мар текенсем те тупăнаççĕ.
Çапла майпа Суздальпе Улатимĕр кнеçлĕхĕнче икĕ политика ушкăнĕ пулса тăрать. 




#Article 679: Мехмет Хотша-Челепи (151 words)


Мехмет Хотша-Челепи () — XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурпайĕнче пурăннă  чаплă чăваш. Вăл Ялкăш Сулейман султан вăхăтĕнче пурăнни паллă.

Мехмет Хотша-Челепи пурăннă Эçпепе ялĕ Хальхи Вăрмар районе кĕрет. Вăл Исампай ятлă пулнă. Питĕ паллă йăхран. Унăн ашшĕ-аслашшĕсем мăрса пулнă. Хусан  ханĕпе туслă пурăннă. Кайран вăл, тем сăлтавпа, ислам тĕнне йышăнать те Мехмет пулса тăрать. 

Вара хăйсен ял çыннисем ислам тĕнне пурте илсессĕн хатш тума Меккăна тухса каять. Каялла таврăннă чухне вара Истампула турккăсен султанĕ — Ялкăш Сулейман — патне кĕрет. Сулейман Истампулра хăйĕн академине уçнă пулнă. Истампулра чухне çак чăваш чаплă тĕпчев ĕçĕсем çырать, челепи (академик) ятне тивĕçет.

Ватăла пуçласан Мехмет Хотша-Челепи хăйĕн тăван çĕрне вилме таврăнать. Тăван ялĕнче çынсем ислам тĕнне пăрахнă, чăваш халăх тĕнĕпе пурăнма тытăннă. Çакăншăн çав тери тарăхнипе унăн чĕри татăлса кайнă. Ăна вара ентешĕсем ял çăвине мар, урăх çĕре пытарнă. Кайран тутарсен вĕреннĕ çыннисем Мехмет Хотша-Челепи вилтăпри çине пысăк юпа-палăк лартнă, ун çине ятне-шывне арапла çырса хунă.




#Article 680: Ылтăн Урта (586 words)


Ылтăн Урта (Улус Джучи) — XIII - XVI ĕмĕрсенчи Анат Атăлçири патшалăх. 1224—1266 ҫулсенче Монгол империне кӗнӗ. Ăна 1243 çулта Чингисханăн мăнукĕ, Джучин ывăлĕ монгол ханĕ Батый (1237—1255) йеркеленĕ. 1266 çулта, Менгу-Тимур хан тапхăрĕнче, Ылтăн Урта Аслă Монголирен пĕтĕмлĕ суверенитет çĕнтерсе илнĕ. Уртара куçса çӳрекен пысăк халăхĕ половец (кăпчаксен) йахĕсем шутланнă, вырăнта пурăнакан халăхсем шутĕнче — атăлçи пăлхарĕсем, мордва йăхĕсем, марисем, хорезмсем пулнă.

Ылтăн Уртан ханĕсем паянкунхи Раççейĕн (Тухăç Çĕпĕр, Инçет Тухăç тата Инçет Çурçĕр районĕсемсĕр пуçне) чылай çĕрсене, çурçĕр тата анăç Казахстан, Украина, Молдави, Узбекистан пайне (Хорезм) тата Туркмени çĕрĕсене тытса тăнă. Вырăс кнеçлĕхĕсене Уртаранах ертсе пыман. Уртан патшалăх тытăмĕн çыннисем, баскаксем, вырăссен çĕрĕсенче ясяк пуçтарнă, каярахпа çак ĕçе пăхăнтарнă вырăс кнеçĕсене тутарнă. Çак çĕрсене хăйсен пăхăнăвĕнче хăварас тесе тутарсен хĕçпăшаллă ушкăнĕсем пĕрмаях Руç çине пырса хуласене çĕмĕрсе, çунтарса, çаратса кайкаланă. XIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче кăна вунтăватă хут ухтарусем пулнă.

Азире Ылтăн Урта Чагатай (Джагатай) улусĕпе чикĕ тытнă.

Батый вăхăтĕнче Ылтăн Урта тĕп хули Сарай-Бату пулса тăрать (Хальхи Аçтăрхан çумĕнчи вырăнта); XIV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче тĕп хулана Сарай-Беркене куçать (ăна Берке хан (1255—1266 никĕсленĕ), паянхи Волгоград çумĕнче).

Ылтăн Урта нумай халăхлă та хуçалăх енчен тĕрлĕ нумай укладлă патшалăх пулнă. Караван сутă-илӳ тĕпĕсем Сарай-Бату, Сарай-Берке, Ургенч, тата Крымри Судак, Каффа, Азов тинĕсĕ çинчи Азак (Азов) хулисем, кунтах Генуя хулан сутă-илӳ колонийĕсем вырнаçнă.

Патшалăха Чингисханăн нĕсĕлĕсем — торесем — ертсе пынă. Политикăри чи паллă ĕçсене йышăнма пĕтĕм халăхăн пухăвĕсем - курултайсем — пуçтарăннă. Патшалăх ĕçĕсене пĕрремĕш министр (бекляре-бек — кнĕçсен кнеçĕ) тытса пынă, ăна министрсем — везирсем — пăхăнса ĕçленĕ. Хуласене тата вĕсен пăхăнăвĕнчи çĕрсене ясаксем (налуксем) пуçтарма — даругсене (тăрăхсене) — янă. Çавăн пекех даругсемпе пĕрлех çарпуçсене — баскаксене те — ятарласа янă. Патшалăх тытăмлăхĕ çурмаçарлă пулнă, мĕншĕн тесен çар тата администраци ĕçĕсене пĕрле тытса тăнă. Чи яваплă тытăм ĕçĕсене ертсе пыракан ăру тиккийĕсем (оглансем) туса пынă. Вĕсемех Ылтăн Уртара улуссене тытса тăнă тата çар ушкăнĕсене ертсе пынă. Бегсен (нойонсен) тата тархансен шайĕнчен çарпуçĕсем — темниксем, пинпӳсем, çĕрпӳсем, çаплах бакаулсем (хальхи пек каласан, çар интенданчĕсем) тухнă.

Крымри тата Тан шывĕн кӳлмекĕнчи генуйсен колонисемпе (Готи капитанлăхĕ) Урта сутă-илӳ ĕçĕсем тунă: кунта пусма, пир, катам пир, хĕçпăшал, хĕрарăм валли капăр япаласем, ахах-мерчен, техĕм, ладан, çамлă тир, сăран, пыл, ăвăс, тăвар, тырă, пула, йывăç, вăлча, олива çуне сутнă.

Ылтăн Урта Генуй купсисене чура тата вăрçăра туртса илнĕ пурлăха сутнă.

Крым сутăç хулисем урлă Атăл тăрăх Кăнтăр Европăна, Вăтам Азие, Ирана, Индие, Китая çитекен сутă-илӳ çулĕсем тухнă.

Хăй никĕсленнĕ вăхăтранах Ылтăн Урта улуссене пайланнă, вĕсем Джучин 14 ывăлĕсене пăхăнса тăнă: 13-шĕ Батый-хана çеç пăхăннă, тытăм ĕçĕсене кашни хăймайлă тытса пынă.

Джанибек-хана 1357 çулта вĕлернĕ хыççăн ахăр-самана пуçланса каять, çак пĕрлĕхлĕ патшалăх арканма тытăнать. 1357 çултанпа 1380 çулчен Ылтăн Урта астулĕ çинче 25 хан ытла ларса тухнă.

Тăхтамăш-хан (1380—95) вăхăтĕнче Уртари хирĕçӳсем чарăннă, тĕп влаçĕ каллех Ылтăн Уртан чылай территорине пăхăнтарнă. Тăхтамăш 1380 Мамай çарне Калка шывĕ çинче çапса çĕмĕрет, 1382 çулта Мускав патне пырать, ултавпа ярса илсе те çунтарса ярать. Хăйĕн вăйĕсене тĕреклетнĕ хыççăн Тимĕрлана хирĕç тухать. Тимĕрлан çарĕ Тахтамăша темиçе хутчен, Атăл çинчи хуласене çĕнтерсе илсе аркатать, çав шутра Сарай-Берке, Крым хулисене ухтарса сиенлет. Ылтăн Уртана пысăк çухатусем çитеççĕ, çавăнтан вăл вара тек ура çине тăрайман.

XV ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Çĕпĕр ханлăхĕ, 40-мĕш çулсенче — Нухай Урти, каярахпа Хусан ханлăхĕ (1438) тата Крым ханлăхĕ (1443), 60-мĕш çулсенче — Казах, Узбек ханлăхĕсем, çаплах тата Аçтăрхан ханлăхĕ çут тĕнчене тухнă. XV ĕмĕрте Руç те Ылтăн Уртан пăхăнăвĕнчен тухать. 1480 çулта Ахмат-хан, Пысăк Урта ханĕ, Иван III кнеçе пăхăнтарасшăн пулнă, анчах та çак ĕç ăнăçсăр вĕçленнĕ. 1480 çулта кăна вырăссем тутар-монголсен айĕнчен тĕппĕнех тухнă. Пысăк Урта та вара XVI ĕмĕр пуçламĕшĕнче пачланнă.




#Article 681: Аварсем (212 words)


Аварсем, — Дагестанра пурăнакан йышлă халăх.Тăван ячĕ - МагIарулал.

Вăтам Танайçире тĕрĕкленсен, талантлă маттур Пуян çулпуçĕ ертсе пынипе аварсем кунта  «хрингă» йĕркиллĕ хӳтлĕх çурчĕсене туса лартаççĕ. Вĕсем  йĕри-тавраллă хӳтлевлĕ çаврашкаллă пулнă.  Пĕр шутлав тĕлĕрĕпе, тĕп «хрингĕ» — ханăн тĕп кил-çурчĕ — хальхи Тимишоара хули вырăнĕнче ларнă.
Аварсем Висанти империне лăпкăлăх хучĕпе килĕшме сĕннĕ. Çак килĕшӳпе, аварсем  висантине пăхăнса тăракан çĕрсенчен парăм пуçтарнă, уншăн вĕсем империн çурçĕр-анăç чиккисене славянсенчен сыхласа тăнă. 587 çулта çу уйăхĕсенче, Импери кесарĕ Тивери ыйтнипе, аварсен хаканĕ Пуян хăйĕн тĕкĕһçисемпе империн Иоанн çарпуçĕпе пĕрле Иллирикире  Сава шыв урлă каçнă. Менандр çырнă тăрăх Пуян хан 60 пин хӳтĕленчĕксем тăхăннă утланçăсемпе славянсен тĕкĕрĕсене çапса çĕмĕрнĕ. Çав вăхăтра славянсен пысăк вăйĕсем Греци çĕрĕнче харçăра пулнă.  Пуян сăмахĕсемпе .. много мириад пленников из ромейской земли, у словен бывших в рабстве, снова вернул ромеям .. çапла ĕçсем тухнă. Пуян словенсемпе вăрçă ĕçĕсене Тивери палартнă лăпкăлăх килĕшĕвĕпе вĕçленĕ, словенсенчен кашни çул тупăç пуçтарма тивĕçе çирĕплетсе хунă.
Аварсем анăçра Тӳринкĕ тата Итали çĕрĕсем, кăнтăрта — Константинопăль патнех çитнĕ,  Иллирипе Далмацине пăхăнтарнă. Чи хăватлă тапхăрĕнче Хаканлăхĕн чиккисем Эльбăран Альпăна çити, Хура тинĕсрен Адриатикăна çити саралса выртнă. Хаканлăх тăмарĕсемпе  вассалĕсен вăйĕсемпе усă курса, аварсем хăйсен сĕмне Танпа Балтика таврашĕнче пурлăх-тупăçа вăрçăсемпе  дани çеç мар, таможньă пуçтарăвĕсемпе те тултарать.

Нахско-дагестан çемьене авар-анди ушкăна кĕреть.Авар чĕлхи виççĕ диалектсене пайланать :




#Article 682: Вьетнам (286 words)


Вьетнам (вьетн. Việt Nam, 越南), официаллă ячĕ Социаллă Вьетнам Республики — Кăнтăр-Тухăç Азири патшалăх, Индокитай çуруртавĕ çинче вырнаçнă. Анăçра Лаоспа, Камбоджăпа, çурçĕрте — Китайпа чикĕсем тытать. Тухăçпа кăнтăр енче Кăнтăр Китай тинĕсĕ шывĕсем сарăлса выртаççĕ. Тĕп хули — Ханой.

Вьетсен цивилизацийĕ Хĕрлĕ юханшыв çумĕнче пуçланса кайнă. Çак çĕрсенче кайри неолит тапхăрĕнче монголевĕрлĕ тата протомалай йăхĕсем хутшăнса кайнă. Пĕрремĕш патшалăх чăмăртанăвĕсем кунта пирĕн эрăччен III ĕмĕрте аталанма тытăннă. Лак Лонг Куан Вĕриçĕленпе Ау Ко фейă-кайăкăн ывăлĕ Хунг патша Фонг Тяу çĕрĕнче (хальхи Винь Фу провинцийĕ) шĕкĕр хула никĕсленĕ, çакăнпа вăл Хунг династине хăпартса янă, хăйĕн çĕршывне Ванланг ят панă.
Вьетнам патшалăхĕ 100 çултан тапранса каять, ун чухне Вьетнам Китай шутĕнче пулнă.
XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Вьетнам Франци колонийĕ пулса тăрать. Çĕршыва вара колонизаторсем виççĕне ваклаççĕ — Кохинхин колонийĕ (Кăнтăр Вьетнам), Аннам (Тĕп Вьетнам) и Тонкин (Çурçĕр Вьетнам) протекторачĕсем. Лаоспа, Камбоджăпа пĕрле Вьетнам çапла Франци Индокитайĕ шутне кĕрет.

Çак ансат самантпа усă курса, коммунистсем, тĕрлĕ ирĕклĕхлĕ юхăмсен анлă коалицийĕ (Вьетминь коалицийĕ) вăйĕ-халĕпе — 1945 çулхи çурла уйăхĕнче («Август (Çурла) революцийĕ) колони администрацийĕн тĕпĕсене аркатаççĕ те 1945 çулхи авăн, 2 кунĕнче Иреклĕх Декларацине йышăнаççĕ. Франци çакăнпа килĕшмест те колонийе каялла таварас тесе, 1945 çул вĕçĕнче Индокитай çурутравне çарсем кĕртет. Çапла вара «Пăхăнманлăх вăрçи» пуçланать. Темиçе çул хушши Вьетминь паттăрĕсем, партизан меслечĕсемпе усă курса, французсен вăйĕсене чакарсах пыраççĕ, кайран вара, КХР та Совет Союзĕ пулăшăвĕпе, франци колони çарĕсене темиçе хут çĕнтереççĕ. Чи хаяр та йывăр çапăçу 1954 çулхи çуркунне Дьенбьенфу çирĕплетнĕ хӳтлĕх районĕнче пулса иртет.

Халăх хуçалăхĕнчи совет моделĕн çитменлĕхĕсене пула Вьетнам экономики кризис патне çитнĕ. Вьетнам ертĕвĕ 1986 çулта «çĕнетлĕх политики» («дой мой») пуçланнине пĕлтернĕ. 
Политика енчен çак курс социаллă-экономика пурнăç хăтлăхне патшалăхпа компарти тимлĕ пăхса тăнипе ирĕклĕ-уçăмлă еннелле ерипен те асăрхануллă улăштарма шутланă.

Вьетнамра анлӑ сарӑлнӑ тумтирсем: аозай.




#Article 683: Камбоджа (172 words)


Камбоджа, Камбоджа патшалăхĕ — Кăнтăр-тухăç Азири конституциллĕ монархи патшалăхĕ.

Камбоджа Индокитай çурутравĕнче вырнаçнă. Унăн тухăç енче — Вьетнам, çурçĕрте Лаос, çурçĕр-анăçра - Таиланд çĕршывĕсем юнашар вырнаçнă.

Çĕршывра 13 миллион ытла çын пурăнать. Камбоджа çыннисем будда тĕнне ĕненеççĕ. Чылай шутлă этноушкăнĕ кхмерсем пулаççĕ.

Камбоджа патшалăхĕ 612 çулта пуçланса кайнă. Вăл чылай территорие йышăннă, хальхи Камбоджа патшалăхĕнчен пысăкрах пулнă. 1880 çулта Франци протекторачĕ шутне кĕнĕ. 1942—1945 çулсенче çĕршыва Япони оккупаци çарĕсем хупăрласа тăнă.

Граждан вăрçи вĕçленсен Камбоджăна ют çĕршыв çулçӳревçĕсем киле пуçланă. Çĕршывăн тĕп курмалли Сием-Рип хули патĕнчи Ангкор-Ват храмĕ пулать. Çавăн пекех, Сиануквиль хули çумĕнче «пляж» канăвĕсем пур.

Камбоджăра туристсене лăпкăллă тараватлă тĕп халăхĕ – кхмеросем кĕтсе илеççĕ, япаласем кунта йӳнĕ, климачĕ, экзотикăллă кухня. Хăшĕсем Камбоджăна тĕнчери секс-туризмăн пĕр тĕпĕ теççĕ. Туризм инфраструктури, кӳршĕ Таиландри пекех ытлах аталанайман, çапах та канма юрăхлă, уйрăмах Пном-Пеньре, Сием-Рипере тата Сиануквильте. Çĕрсенче вăрçă минисем чылай юлнă, çавăнпа туризм маршручĕсенчен тата пурăну вырăнĕсенчен аяккалла утса çӳреме юрамасть. Криминал, тĕрлĕ инфекци чирĕсем, наркăмăш çĕленĕсем нумаях мар.

Камбоджа — çурçĕр Афганистанри, çурçĕр Пакистанри тата Таджикистанри авалхи патшалăх, пĕръятлă йăхсен пĕрлĕхĕ.




#Article 684: Корей çурутравĕ (170 words)


Корей çурутравĕ — Азин тухăç пайĕнчи çурутравĕ.

Унăн тухăçĕнче — Япон тинĕсĕ, кăнтăрĕнче — Корей пырĕпе Чеджу пырĕ, анăçĕнче — Сарă тинĕсĕ пулаççĕ.
Лаптăкĕ 150 пин тв.çм², тăршшĕ 600 çм. Çĕр пичĕ чылайăшĕпе туллă-сăртлă. Чи çӳллĕ вырăнĕ Чирисан тăвĕ (1915 м).
Япун тинĕсĕн çыранĕсем нумайăшĕ туллă та тӳрĕ, Корей пырĕн тата Сарă тинĕсĕн çыранçумĕ тӳремлĕ, унта пырсем, бухтăсем темĕн чухлĕ, юнашарах Корей архипелагĕ тата Чеджудо утрав пур.

Климачĕ кунта чăтмалла муссонлă, кăнтăрта — субтропиклă. Вăтам температурăсем: кăрлачра −20°С на çурçĕрте, +4°С кăнтăрта; утăра 24°С çурçĕрте, 26°С кăнтăрта. Нӳрĕксем пĕр çулта 1500 мм çити, пĕтĕмпех тенĕ пек çу кунĕсенче. Çурктравра туп-тулли шывтуллиллĕ юханшывсем, вĕсемпе ялхуçалăх ĕçĕсенче усă кураççĕ.
Çурутрав 2/3 территоринче вăрмансем сеççĕ. Аялти ту вăрманĕсем сарлакаçулçăллă, вĕсенче нумайрах юмансем, каврăçсем, каштансем ешереççĕ. Çӳллерех йĕплĕ- сарлакаçулçăллă вăрмансем пуçланаççĕ, тата çӳлерех — йĕплĕçулçăллă йывăçсем çеç тĕл пулаççĕ. Çурутравăн кăнтăр енче çултăршшипе симĕс тĕслĕ вăрмансем, йывăç тĕмескисем чылайрах. Пур тӳрем çĕрĕсемпе хуçалăхра питĕ усă кураççĕ. Пысăках мар çаранçеçенхирсем упранса юлнă. Наци паркĕсене йĕркеленĕ.
Корей çурутравĕнче икĕ Корей патшалăхĕ вырнаçнă Корей Республики тата КХДР.




#Article 685: Чеджу (утрав) (239 words)


Чеджудо (кор. 제주도, Jeju-do) — Корей Республикин чи пысăк утравĕ тата чи пĕчĕк провинцийĕ. Тĕп хули — Чеджу. Утрав Корей пырĕнче Чолла-Намдо провинцийĕнчен кăнтăр-анăçнелле вырнаçнă.

Чеджу утравĕ — Европăра ăна малтан Квельпарт ятпа асăннă — вулкан ĕçĕпе тухса ларнăскер. Çакăнтах Халласан вулканĕ пур. Кунтах Кăнтăр Корейăри чи çӳллĕ тăвĕ — 1 950 м.
Утрав темиçе çĕр миллион çул малтан вулкан аскăннă хыççăн çуралнă, вăл ытларах базальтпа лавăран пулнă. Климачĕ субтропиклă, Корейăн ытти çĕрĕсенчен ăшăрах. Çăвĕсем нӳрĕклĕ, хĕлсем типшарлă.

Чеджудо малтан Тхамна ятпа ирĕклĕ патшалăх пулнă. 662 çулта ăна Силла патшалăхĕ çĕнтерсе илнĕ. 938 çулта, Силла арканса кайсан, Тхамна Корё протекторачĕн айне лекнĕ. 1105 çулта Тхамна хăйĕн автономине çухатнă та Корё провинцийĕ пулса тăрать. Ыйджон патша утравăн ятне улăштарать, вара утрав Чеджу ят илет.

Япунсем 1910 çулта Корейăна оккупациленĕ хыççăн Чеджу ятне Сайшу япун ятне куçараççĕ, мĕншĕн тесен япун чĕлхинче ханчча иероглифĕсемпе çырнă «Чеджу» сăмаха «Сайшу» теççĕ. Çĕршыва ирĕклĕхе кăларсан Чеджу Корей шутне кĕрет. 1946 çулчен утрав Чолла провинцийĕнче, кайран хăй провинци статусне çĕнтерсе илет.

Чеджудо культури континентлă Корей культуринчен уйрăлса тăрать. Чи паллă культура артефакчĕ — харубан («чул мучи»), ăна лава чулĕнчен касса кăларнă.
Чеджудо çыннисен пурнăçĕн тепĕр аспекчĕ — матриархатлă çемйе. Çак йăла Удо тата Мара çыран хĕрринчи çĕрсенче питĕ анлă саралнă, утравăн ытти çĕрĕсенче сахал тĕл пулать. Çак йăлан чи паллă тĕслĕхĕ ханё (해녀; 海女, «тинĕс хĕрарăмĕ») шутланать – хĕрарăм çемйере асли пулать. Вĕсем шыва питĕ тарăн чăмса (аквалангсăрах) моллюскоăсене, тинĕс чĕрĕпĕсене тата урăх тинĕс апачĕсене пуçтараççĕ.




#Article 686: Сарă тинĕс (116 words)


Сарă тинĕс (кит. 黄海, Huanghai) — Лăпкă океанăн тинĕсĕ.

Сарă тинĕс Азин тухăç çыранĕсенчен пуçласа Корей çурутравĕн анăç çыранĕсем патне çити хăйĕн хумĕсене куçарать.
Китай, КХДР тата Корей Республикин çыранĕсене хум çапать. Лаптăкĕ — 416 пин çм², чи тарăнни — 106 м. Шыв температури тинĕсĕн çурçĕр-анăç пайĕнче нарăсра 0 °С сивĕрех, кăнтăр пайĕнче +6 — +8 °С. Çурлара шыв температури тинĕсĕн çурçĕр енче 24 °С çитет, кăнтăрĕнче — 28 °С. Шыв тăварлăхĕ — 24 — 36. Шыв хăпарса кайни, çурталăкрисем, 3 — 9 м.

Сарă тинĕсĕн пысăк пырĕсем: Бохай пырĕ (Бохайвань), Ляодун кӳлмекĕ тата Анăç-Корей кӳлмекĕ. Сарă тинĕсе Хуанхэ, Хайхэ, Ляохэ тата Ялуцзян (Амноккан) шывсем юхса кĕреççĕ.

Халĕ Даляньпе Люйшунь пĕрлĕ мегаполис — Люйда — пулаççĕ. 

 




#Article 687: Лаос (451 words)


Лаос (тулли ячĕ: Лаос Халăх Демократиллĕ Республики, кĕскен ЛХДР), — Азин кăнтăр-тухăç енче вырнаçнă патшалăх. Тĕп хули — Вьентьян. 

Унăн çĕрĕсем тинĕс-океанĕн шывĕсем патне тухмаççĕ. Кайьенче — Таиланд, мальенче — Вьетнам, кăнтăрта — Камбоджа, çурçĕрте — Китайăн Юньнань провинцийĕ, çурçĕр-кайьенче — Бирма (Мьянма) патшалăхĕсем вырнаçнă.

Унăн территорийĕ тачă вăрманлă, ландшафчĕ пысках маар ту-сăртлă, чи çӳллĕ тӳпи Пху Бья 2817 м хăпарать. Меконг шывĕ Лаосăн Тайландпа Бирмă чиккисем йеррипе юхать, Вьетнампа Аннамит ту хырçи уйăрать.
Тропик климачĕ кунта икĕ сезона пайланать – çулла çăмăрлă мусонсен тапхăрĕ çу уйăхĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕччен пырать, хĕллехи типĕ тапхăр раштавран пуш уйăхĕччен шутланать.

Лаос 16 провинцисене (кхвэнг), префектурăна (kampheng nakhon) тата уйрăм зонăна (khetphiset) пайланать. Провинци 140 районтан пуçтарăнать, райăнĕ 11 000 коммунăран тăрать.
Аттапы
Бокео
Борикхамсай
Чампасак
Хуапхан
Кхаммуан
Луанг-Намтха
Луанг.Прабанг
Удомсай
Пхонгсали
Салаван
Саваннакхет
Вьентьян
Вьентьян
Сайнябули
Сайсомбун
Седон
Сиангкхуанг

Халăх шучĕ чылаях мар пулсан та, Лаосра темĕн чухлĕ тĕрлĕчĕлхеллĕ йăхсем-халăхсем пурăнаççĕ.
Вĕсем шутне, тĕслĕхрен, народы мяо(хмонг), яо(мьен), лаху, лису, а-кха.
Лаосра китайсем, вьетнамсем, индисем, бирмансем тата ыттисем те пурăнаççĕ.
Лингвистика енчен Лао-Тай, Мон-Кхмер, Тибет-Бирман тата Мяо-Яо. Çĕршывра  47 этнос ушкăнĕсем тата 149 ушкăн пайĕсем.

Лаосăн авалхи истори çинчен пĕлес тесен, Наньчжао патшалăхĕ пирки кăсăкланмалла.

Лаос тĕнчери патшалăхсен шутне XIV ĕмĕрте кĕнĕ, ун чухне вăл Лан Санг (миллион слонсен тата шурă зонт çĕршывĕ) ятпа палăрнă.
Лаос çĕрĕсенче мон тата кхмер йăхĕсем пурăннă, вĕсен хăйсен патшалăх йĕркелĕвĕсем те пулнă. Кайран вара çурçĕртен таи йăхĕсем  тапăнса килнĕ. Таисене Кăнтăр Китайран монголсем хăваласа янă пулнă. XII ĕмĕрте Лаосра тай патшалăхĕсем (мыангсем) тĕрекленеççĕ, вĕсене тай тата лао йăхĕсем кĕреççĕ. XIV ĕмĕртен Лаосра Лон Санг патшалăхне никĕсленĕ, çак тапхăртан Лаос историне шутлама юрать. Лаопа таи йăхĕсем уйрăмлă пурăнма тытăнаççĕ.
Лан Санг пăчланса ларсан, Лаос XVIII ĕмĕрте Сиам айне пулать, 1893 çулта, Франципе  Сиам килĕшӳ тунă хыççăн, Франци пăхăнăвне ӳкет, Франци Индокитай колони территорине кĕрет.
Тĕнчен Иккĕмĕш Вăрçи вăхăтĕнче Лаоса япунсем хупăрласа тăраççĕ. 1949 çулта тинех Сисават Вонг патшапа пĕрле çĕнтерсе Лаос ирĕке тухать.

Вьетнамра вăрçа вĕçленнĕ хыççăн АПШ Индокитайра хăйсен вăрçă ĕçĕсене хупласа хунă. Лаосри граждан вăрçи 1973, нарăсра, Вьентьян килĕшӳ хучĕсене ал пуснă хыççăн сӳнсе ларнă. Анчах та, килĕшĕве пăсса, Патет Лао çарĕсем 1975, раштавра влаçа хăйсен алне çавăрса илнĕ.  1975 раштав, 2 кунĕнче Саванг Ваттхана патшан астулран пăрăнма тивет. СССРпа Вьетнама пулăшăвĕпе Лаос Халăх-Демократиллĕ Республикине йĕркелесе янă, вăл социализм лагерьне çыпăçнă.

Лаос хуçалăхĕ начар аталаннă. Пурăнакансенчен 70 %  тухăçĕ кунне икĕ америка доллар пулать, 80 % халăхĕ ял-хуçалăх ĕçĕсемпе хăтланать, 45 % ВВП ялхуçалăхĕ на сельское хозяйство. Тĕп агрокультури — хир тулли (рис). Юлашки çулсенче ĕнтĕ промыçлăлăх хăвăрт утăмсемпе аталанса ӳсет. ВВП ӳсĕмĕ 2005 ç. 7,2 %, патшалăх хыснин çитменлĕхĕ (бюджечĕн дефицичĕ) ВВП 9,9 % таран хăпарнă.
Ту çинчи районсенче авалтанах опиум мăкăнне çитĕнтернĕ, героин туса хатĕрленĕ (Лаос Ылтăн Виçкĕтеслĕхе кĕрет), çавăн пирки пĕрмаях хирĕçӳсем сиксе тухкаланă.




#Article 688: Вьентьян (137 words)


Вьентьян (лао: Wieng Jan ວຽງຈັນ) — Лаосăн тĕп хули. Хулара 200 пине яхăн (2005) çын пурăнать. 

Сеттхатхиратх патша Вьентьяна 1560 çулта Лан Санг патшалăхĕн шĕкĕр хули туса хунă. Лан Санг 1707 çулта арканса салансан Вьентьян ирĕклĕ патшалăх пулса тăрать. 1779 çулта Вьентьяна сиам генералĕ Пхрая Чакри ярса илнĕ, вара Вьентьян Сиам вассалĕ пулса тăрать.
Анувонг патша пăлхав çĕклет, анчах унăн ăнăçу пулмасть,  сиамсен çарĕ пăлхава пусарать те хулана ишсе пĕтерет. 1893 çулта хула Франци çĕрĕсен шутне куçать, 1899 çулта — Лаос протекторачĕн тĕп хули.

Таи-Лао туслăх кĕперĕ, 1990 хыççăн Меконг юханшыв урлă тунăскер, Вьентьяна Нонг Кхай тай хулипе çыхăнтарать. Çавăн пекех çак кĕпер урлă чукун çула тăсса Таиланда çитересшĕн.
Вьентьянра Ват Тай тĕнче аэропорчĕ ĕçлет, унтан самолётсем Вьетнама, Камбоджăна, Таиланда тата Китайа вĕçеççĕ.

Вьентьянра мечет, темиçе чиркӳ пур, тата çулçӳревçĕсем валли хăна çурчĕсем (отельсем), клубсем, дискотекăсем ĕçлеççĕ.




#Article 689: Луанг-Прабанг (312 words)


Луанг-Прабанг (лао: ຫລວງພະບາງ), тĕрĕсрех: Луангпхабанг — Лаос хули. Хула çĕршывăн тĕп пайĕн çурçĕр енче, Меконг шывĕ çинче, Вьентьянран çурçĕрелле 425 çухрăмра вырнаçнă. Кунта 50 пине яхăн çын пурăнать.

Хулан авалхи ячĕ - Муанг Суа, ăна Кхун Ло тай тикки 698 çулта çĕнтерсе илнĕ пулнă. Хула ун чухне Наньчжао патшалăхĕн аяккинче шутланнă. Лаос чăнлавĕпе хулана Кхун Ло тиккине ашшĕ Кхун Бором парнеленĕ. Кхун Ло хыççăн унăн ăрăвĕнчен (династирен) 15 патшасем тухнă.

VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Наньчжао патшалăхĕ Меконг улăхĕ патĕнче питĕ хастар пулнă, вара вăл 709 çулта вара Мыанг Сва патшалăхне те пăхăнтарнă, унта тайсен тиккисемпе аристокрачĕсене хуçасем туса лартнă. Вĕсем мĕн чухлĕ хуçаланни паллă мар, анчах та Индварман I патша (877-891) ертсе пынă Кхмер империйĕ саралма тытăниччен ирĕклĕхе тухнă пулнă. 

Кайрантарах кхмерсем Вьентьян çумĕнчи Сай Фонг патне çитнĕ. Тямпа саралса, 1070 çулта кăнтăр Лаоса ярса илсе, Меконг таранах тăсăлать. Сай Фонга Тянтхапханит хуçа çурçĕрелле, Мыанг Сва патнелле кайнă, вырăнти халăх ăна питĕ савăнса кĕтсе илнĕ, Наньчжао тытса тăракансем хуларан тухса тарнă пулнă. Хăйĕн ывăлĕпе пĕрле вăл хулара чылай хушă хуçа пулса пурăннă, ун чухне хулана тай ячĕпе Сенг-Донг Сенг-Тонг тенĕ.

Кхмерсен патши Джаяварман VII астулра пулнă чух Сенг-Донг Сенг-Тонг 1185-1191 çулсенче унăн сĕмне кĕрсе ӳкет. 1180 çулта Сипсонг Панна каллех ирĕклĕхе çĕнтерсе илсен те нумаях пулмасть, 1238 çулта каллех кхмерсен пăхăнăвне лекет.

Лаос Халăх Демократиллĕ Республикине 1975 çулта туса хуриччен Луанг-Прабанг «патшан шĕкĕр хули» шутланнă, кунта Лаос патшин кил-çурчĕ пулнă.

Лаосра калăп хула çук, Вьентьян тĕп хулинче 200 пин çын, Луанг-Прабанг хулинче 50 пин, Саваннакхетра 70 пин тата Паксра 90 пин.

Лаосра пурăнакан халăх пĕр тан йышлă пурăнмасть. Чылайăшĕ Меконг шыв тăрăхĕнче тăрмашать. Тухăçри ту районĕсене сахал çын хута илнĕ.

Хуласенче виççĕмĕш пайĕ майлă халăх пурăнать. Вьентьянра тата хутлăхĕнче 600 000 яхăн çын пурăнать.

Хулара аэропорт пур, вăл Луанг-Прабанга Вьентьянпа тата Таиланд хулисемпе çыхăнтарать.
Меконг шывĕ тăрăх хăвăрт катерсем çӳреççĕ.
Автобанпа автобуссем Вьентьяна çити чупаççĕ.

Луанг-Прабанг хулана Юнеско хӳтĕлет, вăл пĕтĕмтĕнчери кăнарлăх шутĕнче.




#Article 690: Кăнтăр Китай тинĕсĕ (245 words)


Кăнтăр Китай тинĕсĕ, — Лăпкă океанăн анăç пайĕнчи çурма хупăнчăклă тинĕс. 

Кантăр-Тухăç Азин çыранĕсем çумĕнче, Индокитай çурутравĕпе Калимантан, Палаван, Лусон тата Тайвань утравĕсем хушшинче вырнаçнă. Австралипе Ази Вăтаçĕр тинĕсĕн шыв бассейĕн шутне кĕрет.
Лаптăкĕ — 3537 пин çм², чи тарăнни — 5560 м. Шыв çийĕн температури кăрлачра 20 °С çурçĕр енче, 27 °С кăнтăр енче, çурлара пĕтĕм тинĕсĕн çийĕнче 28-29 °С. Шыв тăварлăхĕ — 32-34 ‰. Çулла та, кĕркунне те кунта час-часах тайфунсем. Шыв хăпартнисем пĕр майлă мар, талăкрисем те, çур талăкрисем те, 4 м тарин.
Китай, Япони тата Раççей порчĕсенчен Сингапур кӳлмекне тата кунталла — Кăнтăр Китай тинĕсне çӳрекен шыв карапĕсем Тинĕсĕн тĕп çулĕ йĕррипе куçаççĕ. Çак çул кĕске те карапсемшĕн хăрушсăрли шутланать.
Тинĕсĕн тĕп çулĕ айăккисенче тĕрлĕ тĕслĕ утравсем выртакаççĕ. Парасель утравĕсем (Сиша) тата Спратли (Наньша) утравĕн çӳллĕшĕ лутра, кораллă хăйăртан и лутра ӳсен-тăранлă. Вĕсен хушшинче нумай кораллă рифсем, банкăсем тата шывай атолĕсем. Уйрăмах Наньша утравĕсем таврашенче рифсен шучĕ чылай, ку района вара сахал тĕпченĕ.
Тарăн тĕпсенчи тăпра — юшкăн е хăйăр, утравсемпе рифсем таврашĕнче — коралл. Çулăн кăнтăр енче юшкăнлă, хăйăрла тата ракушкăллă, банкăсенче — коралла, чуллă-сăртлă утравĕсем çумĕнче чуллă тăпра. Тинĕсĕн тĕп çулĕшĕн муссонсем тĕп факторĕ пулаççĕ. Кăнтăр Китай тинĕсĕнче çӳренĕ чухнехи чăрмавсем тайфунсенчен тухать. Çавăнпа та тайфунсем пирки тинĕс çӳревçĕсем питĕ хистер пĕлеççĕ. Муссонсене пула Кăнтăр Китай тинĕсĕнче шыв юхăмĕсем тĕл пулаççĕ.

Тинĕсĕн пысăк пырĕсем: Бакбо (Тонкин) пырĕ тата Сиам пырĕ.

Чи пысăк утравĕ — Хайнань.

Тинĕс биологи енчен питĕ пуян. Тинĕсре — тунец, сельдь, сардина тата урăх пулăсене тытаççĕ.

 




#Article 691: Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (839 words)


Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи (1914—1918) — Çĕр çинчи этемлĕх кун-çулĕнчи пысăк хĕçпăшаллă хирĕçĕвĕсенчен пĕри.

Вăрçă хыççăн тăватă импери арканнă: Раççей, Германи, Австро-Венгри тата Осман империсем. Вăрçăна хутшăннă патшалăхсенчи 10 млн яхăн çын вилнĕ, 22 млн çын суранланнă.

Историографире çак термина, паллах, 1939 çулта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçланса кайнă хыççăн палăртнă. Унчен ăна Аслă вăрçă (акăлч. The Great War, фр. La Grande guerre), ятпа усă курнă.Раççей Империнче хăш чух Иккĕмĕш Тăван çĕршыв (Аттеçĕр) вăрçи, çапла та халăхра (революциччен те, хыççăн та) германи вăрçи тенĕ; кайран СССР вăхăтĕнче большевиксем ăна империализм вăрçи шутне куçарнă.

Вар патшалăхсем: Германи, Австро-Венгри, Осман империйĕ, Болгари.

Антанта: Раççей, Франци, Аслă Британи.

Антанта тăмарĕсем (Антантăна вăрçăра пулăшнă): АПШ, Япони, Серби, Итали (вăрçăра Антанта енче 1915 çултанпа, Тройственный союз пайташĕ пулсан та), Черногори, Бельги, Египет, Португали, Румыни, Греци, Бразили, Китай, Куба, Никарагуа, Сиам, Гаити, Либери, Панама, Гватемала, Гондурас, Коста-Рика, Боливи, Доминикан республики, Перу, Уругвай, Эквадор.

Европăра аслă патшалăхсем— Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче хирĕçлӳсем чĕрре кĕме пуçлаççĕ.

Германин гегемонлă тĕллевĕсене Раççей, Франци тата Аслă Британи хирĕçлеме пикеннĕ. Çакна пула вĕсем  Антанта пĕрлешĕве туса хураççĕ.

Тĕрлĕ халăхлă Австро-Венгри, нацисем хушшинчи хирĕçлӳсем пирки пĕрмаях Европăра хĕрӳ кăвайтлă шутланнă, 1908 çулта туртса илнĕ Боснипе Герцеговинăна (Босни кризисĕ вулăр) алран вĕçертесшĕн мар пулнă. Вăл Балканри пĕтĕм славянсен хӳтĕлевçи — Раççейпе кăнтăр славянсене пĕрлештерме хăтланнă Сербие хирĕç тăрмашнă.

Малти Тухăçра пур патшалăхсен тĕллевĕсем пĕр çĕре тăрăннă, вĕсем арканакан Осман империн (Турци) пурлăхне хапсăннă.

Антанта патшалăхĕсем, пĕр енчен, Германипе Австро-Венгри, тепĕр енчен, талпăшни Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине тĕксе çитернĕ. 1914 çул тĕлне икĕ ушкăн чăмăртаннă:

Антанта (вырăс-франци, анкăл-франци, каярах анкăл-вырăс пĕрлешĕвĕ 1907, хыççăн йĕркеленнĕ):

Блок Виççĕллĕ пĕрлешӳ:

Итали, çапах та, вăрçăна 1915 çулта Антанта енче кĕнĕ — Германипе Австро-Венгри çумне вăрçă тапхăрĕнче Турципе Болгари хутшăнса, Тăваттăллă Пĕрлешӳ (е Вар патшалăхĕсен блокĕ) йĕркеленĕ.

Тĕрлĕ çăлкуçсенче асăннă вăрçă сăлтавĕсем шутне экономика империализмĕ, суту-илу чаракĕсем, хĕçпăшал кӳпелĕвĕ, милитаризм тата автократи, вăйсен балансĕ, унчен пулса иртнĕ вырăнти хирĕçӳсем (Балкан вăрçисем, Итал-турккă вăрçи), Раççейпе Германири пĕтĕмĕшле мобилизаци тапачĕсем, территори хапсăнăвесем, европа патшалăхĕсен тăмарлă шантарусем кĕртнĕ.

Пур те вăрçă пуçланнин сăлтавне шыраççĕ те тупаймаççĕ. Вĕсен тĕпчени кăлăхах,тупсăмне вĕсем тупаймĕç. Вăрçă пĕр сăлтавран çеç мар, вăл пĕр харăсах пур сăлтавран тапранса кайнă.

Сараево хулинче 1914 çулта çĕртме, 28 «Млада Босна» вăрттăн ушкăнра тăнă вунтăхăр çулхи серб студенчĕ Гаврила Принцип Австри эрцгерцогне Франц Фердинанда пăшалпа пенĕ. Çакăн хыççăн ĕнтĕ вăрçă тапранса каять.
Çак пысăк вăрçă пуçланичченех Европăри аслă патшалăхсем — Германи, Австро-Венгри, Франци, Аслă Британи, Раççей — хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшмен самантсем чылайланса пынă. Германи экономики хăвачĕ хăпарса пынă май ăна тĕнчери сутлăх пасарĕсене тата пуянлăх управĕсене пайлас вăхăт çитсе тăнă, анчах çак ĕçсене Аслă Британи хирĕç пулнă. Французсемпе германсем чикĕ çумĕнчи тавлашуллă çĕрсемшĕн (Эльзаспа Лотаринги) хирĕçме тытăннă. Çывăх Тухăçра пĕтĕм патшалăхсем арканма пуçланнă Осман империйĕн (Турци) çĕрĕсене пайлама (хăйсен айне тума) хатерленсе тăнă.

Галицири çапăçу 

Вăрçă икĕ тĕп вăрçă театăрĕсенче пынă.

Юпа, 26 нимĕç шывайкимми U-24 (капитан-лейтенант Шнейдер) французсен «Амираль Гантом» пăрахутне торпедăланă. Пăрахут çинче вăрçă хăрушăвĕнчен таракан 2000 бельги çынни пулнă. Вĕсенчен 40 çын вилĕм тупнă. 

Вăрçă пуçлансанах тӳрех паллă пулать, çак хаяр кĕрешӳ тăсăмĕ вăрăм туртăмлă пулать. Антанта çĕршывĕсем, хăйсен вăйĕсем чылай пулсан та, пĕрлĕхлĕ ĕçсем тытса пырайман, çакăнпа уса курса Германи нумай тапхăр тапа тан вăрçма пултарнă.
 
Пĕрремĕш ăстрăм вăрçă хирĕсенче çапăçусем çав тери анлă пулса каяççĕ, весенче чылай халăхлă çарсем хутшăнаççĕ. Çавăн пекех пĕрмĕш хут танксене, авиацийе, дредноутсене (карапсене), хими хĕç-пăшалне çапăçусене кĕртнĕ.
Раççей çарĕсем пĕрре çеç мар тăшманăн дивизийĕсене хăйсем çине çавăрса тăмарĕсене пĕтĕмпех çапса аркатиччен хăтарса пынă.

Нимĕçсемпе австро-венгăрсем çивĕч кĕрешнĕ пулин те, 1917 çул тĕлне çĕнтерӳ ĕçĕсем Антанта енне тайăлса пынă. Италия 1915 çулта Австро-Венгрине хирĕç вăрçă пуçлать. Антанта майлă АПШ тухать. 1916 , çурла Антантă çумне Румыни тăрать, анчах та ăнăçу çухалать; унăн çĕрĕсенегермани блокĕн çарĕсем йышăнаççĕ.
Раççейри шалти ĕçĕсем хĕрсе кайнипе Февраль революцийĕ çĕнтерет, каярах Октябрь революцийĕ, çакăн хыççăн Раççей хăй шутпа вăрçăран тухса ӳкет (Брест мирĕ çырнă хыççăн), мĕншĕн тесен 1917 çулта Раççей вăрçă ĕçĕсене малалла тăсма пултарайман. Çак çăмăллăха пула Германи тепĕр çул хушши вăрçа тăсса пырать.

Çавăн чухнех ытти килĕшӳ хучĕсене çирĕплетнĕ:

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн тăватă импери хавшакланса саланса кайнă: Германи, Раççей, Австрипе Венгри тата Осман империйĕсем, юлашки иккĕшĕ пайланса кайнă, Германи тата Раççей монархийĕсене аркатнă, территорийĕсене сахаллатнă, экономика енчен хавшаннă.

Хутшăнакан патшалăхсен хĕçпăшаллă çарĕсен çухатăвĕсем 10 миллион çынна яхăн çитнĕ. Халиччен те лăпкă пурăнакан халăх вăрçă вăхăтĕнче мĕн чухле пĕтнĕ пирки пĕтĕмлетнĕ хыпар çук. Вăрçăна пула тухнă выçлăхпа эпидемисенче, сахалтан та 20 миллион çын çĕре кĕнĕ.

Этемлĕх нихăçан та çакăн пек тăрăмра пулман. Ырлăхăн çӳллĕрех шайне çитеймен, ăс-халăн пуянлахĕпе усă курма пĕлмен çын  аллине пĕрремĕш хут пач юлми шанчăксăр пĕтĕм этемлĕхе пĕтерме пултаракан хĕç-пăшал лекрĕ. Çакăн пек пулчĕ малтанхи ăрусен пур чаплă кун-çулăн, пур мухтав ĕçĕсен çитĕнĕвĕ. Çынсен чарăнса тăрса хăйсен яваплăхĕ пирки шухăшласа илмелле. Вилĕм сыхласа х тăрать, итлекенскер, кĕтекенскер, хĕсмете кĕрсе пĕтĕм халăхсене шăлса яма хатĕрскер, кирлĕ пулсан, цивилизацие тусана кăларма та пултарть, чĕрĕлме пĕр шанăç та хăвармасть. Вăл хушасса çеç кĕтет. Вилĕм çак хăраса ӳкнĕ черчен чунран сăмах кĕтсе тăрать, вăлах çак хăйех инкеке лекнĕ чуна хушса тăраканĕ пулса тăчĕ.

Вăрçăри çухатусем чи чылай пулнă пулин те, Раççейре официаллă Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче пуçне хунă çынсен астăвăм куне палăртмаççĕ.

 Николай II Германие вăрçă хыпарлать  * 




#Article 692: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи (1346 words)


Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи (1939-1945), — этемлĕх кун-çулĕнчи чи пысăк хирĕçӳ. Ку вăрçăна пурĕ 62 патшалăх хутшăннă (вĕсенче пурăнакан халăх йышĕ тĕнчери пĕтĕм халăхăн 80%-чен ытла пулнă), çапăçусем 40 ытла патшалăх çĕрĕсем çинче иртнĕ, вăрçăра 57 млн яхăн çын пуç хунă.

Тĕнĕл патшалăхĕсем:

Германи, Итали, Япони, Финлянди, Болгари, Румыни, Венгри, Словаки, Таиланд (Сиам), Ирак, Манчжоу-Го. Оккупациленĕ çĕршывсенче нимĕçсем марионеткăллă патшалăхсем йĕркеленĕ, вĕсем тӳрех фашистсен ушкăнне хушăннă: Виши Францийĕ, Сало Республики, Хорвати, Серби, Албани, Черногори, Менджанг, Бирма, Филиппин, Вьетнам, Камбоджа, Лаос. Германи енче коллаборци çарĕсем çапăçнă: РОА, РОНА, ютçĕр СС дивизийĕсем (вырăсссенчен, украинсенчен, эстонсенчен, латышсенчен, дансенчен, бельги çыннисенчен, французсенчен, албансенчен пуçтарнăскерсем), хорват тата босни националисчĕсем. Çавăн пекех Тĕнĕл çарĕсем майлă хăйсен ирĕкĕпех нейтраллă юлнă патшалăхсен çыннисем çапăçнă: «Кăвак дивизи» (Испани), Швеци.
Фашистсене хирĕç тăракан ушкăн: 

СССР, АПШ, Аслă Британи, Франци, Китай, Польша, Австрали, Канада, Югослави, Нидерландсем, Норвеги, Çĕнĕ Зеланди, Кăнтăр Африка Пĕрлĕхĕ, Чехословаки, Бельги, Греци, Эфиопи, Дани, Бразили, Мексика, Монголи, Люксембург, Непал, Тува, Албани, Панама, Аргентина, Чили, Ньюфаундленд, Куба, Перу, Гватемала, Колумби, Коста Рика, Доминикан республики, Албани, Гондурас, Сальвадор, Иран, Гаити, Парагвай, Эквадор, Сан-Марино, Турци, Уругвай, Венесуэла, Ливан, Сауд Аравийĕ, Никарагуа, Либери, Боливи. Вăрçă вăхăтĕнче фашистсен ушкăнĕнчен уйрăлса кĕнĕ: Ирак (1943 çулĕ хыççăн), Итали (1943 çулĕ хыççăн), Румыни (1944 çулĕ хыççăн), Болгари (1944 çулĕ хыççăн), Венгри (1945), Финлянди (1945).

Аслă вăрçăн çапăçăвĕсене 5 вăрçă театрĕ çине уйăраççĕ.
Анлăрах çакăн çинчен Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин театăрĕсем статьяра çырнă.

Вăрçă мĕншĕн тата епле тапранса кайнă пирки анлăрах Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин сăлтавĕсем статьяра вуласа пĕлме пулать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи 1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Германипе Словаки çарĕсем Польша çине тапăннипе пуçланнă. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче нимĕçсен U-30 шывай кимми ним асăрхаттармасăр акăлчансен «Атени» пассажир лайнерне шыва путарать. Çав кунах Аслă Британи, Франци, Австрали тата Çĕнĕ Зеланди Германие хирĕç вăрçă пуçлани пирки пĕлтернĕ. Тепĕр темиçе кунран вĕсем çумне Канада, Кăнтăр Африка Ушкăнĕ тата Непал хушăннă. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче нимĕç çарĕсем поляксене пĕтĕм фрончĕпе çĕмĕрсе тухса Варшава патне çитнĕ. Хĕвел анăç фронтри союзниксем хирĕç тăма ĕç-пуç пуçлама шухăшламан та. (Ăнланмалла мар вăрçă пăхăр).

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче совет çарĕсем Молотов-Риббентроп пакчĕн вăрттăн килĕшĕвĕпе Польшăн хĕвел тухăç облаçĕсем çине тапăннă. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче поляксен юлашки хӳтĕлевĕ пĕтет. Польша пĕтĕмĕшле оккупаци айне лекет, унăн çĕрĕсене Германипе СССР хăйсем хушшинче пайласа илеççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Итали çарĕсем Францине хирĕç вăрçă пуçланă, кăнтăр енчен тапăннă, анчах та малтан вĕсен ĕçĕсем ăнăçлă пулман, французсем вĕсене каялла хăваласа янă. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Франци правительстви капитуляци хутне алă пусать.
Францин пĕтĕм çурçĕр çĕрĕсем Германи аллине лекет. Кăнтăр енче Петен ертсе пыракан Виши режимне йĕркелесе хунă. Вăл Германие пăхăнса тăнă, çавна май вăл Аслă Британине хирĕç вăрçă пуçланă пирки пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах Лондонра пурăнакан Шарль Де Голль генерал капитуляципе килĕшмен, «Çапăçакан Франци» ушкăна йĕркелет. Хăйсен çĕршывне питĕ юратнă-хисепленĕ французсем ют çĕрсенчи франци çарĕсенче çапăçнă. Чаплă çыравçă Антуан де Сент-Экзюпери те çар вĕçевçи пулса Африка тата Вăтаçĕр тинĕсĕн вăрçă театăрĕсенче çапăçнă.

Тинĕсри çапăçусенче британи флочĕ, ун чухне тĕнчере чи чапли çĕнтерсе пырать. Вăтаçĕр тинĕсре, хăйсем валли ирĕклĕ ĕçсем пулнипе, акăлчансем Франци флочĕн карапĕсене, Германи аллине лекесрен, 1940 çулхи утăра шыва путараççĕ е хăйсен аллине çавăрса илеççĕ. Çав çулах, чӳк уйăхĕнче вĕсен авиацийĕ Торонтăри Итали флотне аркатаççĕ, ун хыççăн итал çарĕсен тинĕс турттарăвĕсем çав тери кансĕрленнĕ (Торонто патĕнчи çапăçу).

АПШ-ăн ертĕвĕ те хăйĕн тĕнчери политикине урăхларах тытма пикенет. Вăл Аслă Британие уйрăмах çивĕччĕн пулăшу пама пуçлать, вăрçа кĕмен пулин те. 1940 çу уйăхĕнче конгресс 3 млрд долларлă вăрçă бюджетне йышăнать, çулла — 6,5 млрд çитерет, çав шутра 4 млрд долларĕ «икĕ океанăн флотне» тума уйăрса хунă. Аслă Британие хĕçпăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе пулăшассине татах хăпартнă. 

Япони 1940 çул вĕçĕнче — 1941 çул пуçламăшĕнче Китайăн кăнтăр пайне тата Виши ертĕвĕ панипе Франци Индокитайĕн çурçĕр пайне окупациленĕ.

Тĕп статья: Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем.

Нимĕçсем 1941 çулхи юпа уйăхĕ тĕлнелле аран-аран хытă кĕрмешсе çĕршывăн европа пайĕн варрине çитнĕ. Мускав патĕнчи хаяр çапăçусем пуçланнă. Нимĕçсем хăйсен çар вăйĕсем чылайрах пулсан та Мускава туртса илеймен, çакăнти çапăçăва выляса янă. Ку вара вăрçăри Германин пĕрремĕш чи пысăк çухату пулса тăрать. Хĕллехи вăрçă кампанинче Хĕрлĕ Çар Мускав патĕнчен хирĕçтапăну тапратать, вара çак ăнăçăва пула Совет Союзĕн тĕп хулишĕн тата Çурçĕр Кавказшăн хăрушă самант иртсе каять тата Ленинград хупарлăвĕн вăйне те чакарать. Çаплах тата 10 облаçсен пĕтĕм е пай территорине тăшманран хăтараççĕ. Çĕнтерӳсемпе хавхаланнипе совет çарпӳлĕхĕ çарсем умне пурнăçлама питĕ йывăр вăрçă ĕçĕсем лартнă: тăшмана пĕтĕмпех çапса аркатса çĕршывăн вăхăтлăха çухатнă территорине каялла илме хушнă. Хĕрлĕ Çар çак палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртеймен, 1942 çулхи çуркуннехи-çуллахи кампанисенче кăнтăр енче нумай çухату тӳсет. Германи Украинăн пĕтĕм çĕрне ярса илсе 500—650 çухрăма яхăн куçса, Атăл патне çитнĕ, тĕп Кавказăн нумай ту урлă каçăвĕсене йышăннă. 1942 çĕртме уйăхĕнче этемлĕхĕн тĕнчери чи пысăк вăрçă çапăçăвĕ — Сталинград çапăçăвĕ — пуçланать. Нумай çухатса совет салтакĕсем нимĕçсен тапăнăвне чарса лартма пултарнă. Вăрçă пуçламăшĕнченех СССР АПШ тата Аслă Британи ертĕвĕсемпе туслă çыхăнусем çирĕплетме тытăннă. Анăç союзникĕсем вăрçăн чи йывăрлăхне туртса пыракан Совет Союзне апат-çимĕçсемпе пулăшма пуçланă.

АПШ вăрçа кĕнĕ хыççăн нимĕçсен чылай шывай киммисем Америкăн Атлантика çыранĕ çумĕнчи шывсенче алхасса çӳренĕ. 1942 çулăн пĕрремĕш çурринче акăлчан-америка сутăç карапĕсене Атлантика океанĕнче нумай путарма пуçланă. Çавăнпа ĕнтĕ акăлчан-америка çарпӳлĕхĕ шывай киммисене хирĕç хӳтĕленӳ меслечĕсене вăйлăлатни 1942 çулхи çу тапхăрĕнче германи шывай флотне çапса хăваласа океанăн варрине çитернĕ, вара атлантика тинĕс çыхăнăвĕсене лăпкă лару-тăрăва каллех таврăннă. 1941 çулхи çулла британи флочĕпе авиацийĕ Вăтаçĕр тинĕс шывĕнче те, тӳпинче те тачă хуçаланăвне туртса илнĕ. Мальта утрава базă вырăнне усă курса, британисем 1941 çурла уйăхĕнче Италирен Çурçĕр Африкăна турттаракан япаласен 33%, чӳк уйăхĕнче - 70% ытла шыва путарнă.

Пушăн 20-мĕшĕнче пĕрлехи акăлчан-американ çарĕсем Тунис территорине тапăнса кĕрсе каяççĕ. Итал-нимĕç çарпуçĕсем хăйсен çарĕсене Италие эвакуацилесшĕн пулнă, анчах çак вăхăта британи флочĕ Вăтаçĕр тинĕсĕнче хуçаланнă, тăшмансен тинĕспе тармалли çулсене пӳлнĕ. Çу, 13 итали-нимĕç çарĕсем парăннă. 1943 çулхи утăн 10-мĕшĕнче тăмарсем Сицили çине пырса çитнĕ. Вырăнти итал çарĕсем пĕртте хирĕç тăмасăрах пăшалĕсене çĕр çине хунă, çапах та Германи хăйĕн дивизисене Аппенин çурутравĕ çине куçарма ĕлкĕрнĕ. Итал çарĕн арканăвĕ çĕршыври лару-тăрăва питĕ хĕсĕклетнĕ. Халăх Муссолини влаçĕпе тăнăç пурăнма йăлăхнă. Виктор Эммануил III патша Муссолинине аресленĕ те патшалăха ертсе пыма Бадольо маршала хушнă. 1944 çулхи авăнра акăлчан-американ çарĕсем патшалăхăн кăнтăр çĕрĕсене кĕнĕ. Бадольо вара вĕсемпе вăхăтлă лăпкăлăх хут çырнă та Итали вăрçăран тухнине пĕлтернĕ. Тăмарсен чăрмавĕсене пула, Китлĕр Муссолиние тыткăнран çăлнă, ун хыççăн Çурçĕр Италире марионетлă патшалăх Сало республики йĕркеленĕ. АПШ-па Аслă Британи çарĕсем çав тери мăран утăмсемпе çурçĕрелле куçнă. 1944 çулăн пуçламăшĕнче вĕсем ăнăçсăр виçĕ хутчен тăшманăн Гарильяно шыв çинчи хӳтлĕхне çĕмĕресшĕн тăрмашнă. Çĕртмен 4-мĕш кунĕнче çеç вĕсен çарĕсем Италин тĕп хулине герман çарĕсенчен тасатнă.

Авăн уйăхĕнче Бельги территори çине пысăк тапăну тапраннă. 1944 çул вĕçĕнче нимĕçсем аран-аран анăçри фронта тачăласа лартнă. Раштавăн 16-мĕшĕнче союзниексем кĕтмен чухне нимĕçсем Арденнра хирĕçтапăну пуçланă. Нимĕçсем Бельги варринелле 100 км таран кĕрсе кайнă, анчах та 1945 çулхи кăрлач вĕçĕнче герман çарĕсен тапăнас хăвачĕ пăчланса çитет. 1945 çулхи нарăсĕнче вăрçă çапăçăвĕсем нимĕç çĕрне çитеççĕ. Германи çак тĕле хăйĕн тĕп вăйĕсене Берлина хӳтĕлеме пуçтарать, çавăнпа ĕнтĕ хĕвел анăç енче хирĕç тăма нимĕçсен çарĕсем сахал юлнă. Италире союзниксен тапăнăвĕ питĕ мăран шуçса пынă. Темле тăрмашсан та вĕсем 1944 çул вĕçĕнче фронт йĕрне çĕмĕрсе По шыв урлă каçма пултарайман. 1945 çулхи акан 28-мешĕнче итал партизанĕсем Муссолинипе арăмне çакса вĕлернĕ. Пĕтĕмпех Çурçĕр Италирен нимĕçсене 1945 çулхи çу уйăхĕнче çеç тапса кăларса янă.

Лăпкă океанри вăрçă ĕçĕсем тăмарсемшĕн ăнса пынă. 1944 çĕртмере американсем Мари утравĕсене вăрçса йышăннă. 1944 çурлара Лейте пырĕнчи тинĕс çапăçăвĕ хыççăн япунсем Филиппинсем çĕрĕнчен тухса тарнă. Типçĕр çинчи çапăçусенче япун çарĕ ăнăçуллăрах тытăçнă, вĕсем Кăнтăр Китая туртса илнĕ те Индокитайри хăйсен çарĕсемпе тĕлпулнă. 1945 çулхи пуш уйăхĕнче Иводзима тата Окинава кăнтăр япун утравĕсемшĕн хаяр çапăçусем пуçланнă.

Европăра вăрçă вĕçленсен, фашистсене хирĕçле ушкăнĕн юлашки тăшманĕ Япони кăна тăрса юлнă. Çак вăхăталла Японие хирĕçле 60 яхăн патшалăх вăрçăпа тухнине пĕлтернĕ. Çапах та тĕнчери çак лару-тăрăва пула та япунсем парăнма шутламан та, вĕсем вăрçăра хăйсем çĕнтеричченех çапăçма пикеннĕ. 1945 çулхи çĕртме уйахĕнче япунсем вара Индонезие, Индокитайа çухатнă. 1945 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче АПШ, Аслă Британи тата Китай япунсем умне ультиматум лартнă, анчах та унпа килĕшмен. Çурлан 6-мĕшĕнче Хиросима çине, тепĕр виçĕ кунтан Нагасаки çине, атом бомбисем пăрахса сирпĕнтернĕ, вара икĕ хула çĕр пичĕ çинчен çухалнă тенĕ пекех пулса юлнă. Совет Союзĕ Японие хирĕç вăрçă пуçланă та япунсене Манчжурире шалт çапса çĕмĕрнĕ. Авăнăн 2-мĕшĕнче Япони капитуляцие йышăннă. Этемлĕх кун-çулĕнче чи пысăк та тискер вăрçă çапла пĕтсе ларнă.

Тĕп статья: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем.




#Article 693: Катрин Денёв (168 words)


Катрин Денёв (; хĕрупраç хушамачĕпе Catherine Fabienne Dorléac, Денёв — унăн амăшĕн хушамачĕ) — Францин чаплă артисчĕ, мегаçăлтăр». 1943 çулхи юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Парижра çуралнă.

Катринăн икĕ ача: ывăлĕ Кристиан — ашшĕ Роже Вадим режиссёр; хĕрĕ Кьяра — ашшĕ Марчелло Мастроянни актёр. 2004 çулта Катрин Мускава Андрей Плаховăн тин çеç тухнă кĕнекипе паллаштарма килнĕ.

Катрин Денёв Канн хулинче «Шербург сунчăкĕсем» (1964) музыка кинофильмĕ хыççăн паллăха тухать. Тепĕр çулĕнче вăл Роман Поланскин «Йĕрĕнчĕклĕх» психологиллĕ триллĕрте тĕп рольне вылять.

Малашнехи çулсенче франци тĕп киноартисчĕ пулса тăрать, тĕнчипе чаплă режиссёрсемпе (Луис Бюнюэль («Тристана», 1970) тата Франсуа Трюффо («Юлашки метро», 1980) ĕçлет. Чи хăюллă ĕçĕ — Бюнюэлĕн « Кăнтăрлахи чиперкке» (1967).

Темиçе хутчен те Холливуда чĕнсен те, Катрин Европăрах юлать, америкăра ăна «Выçлăх» (1983) кинофильмĕнчи вампиршă ролĕпе пĕлеççĕ. 

Кино тиркевçисем «Индокитай» (1992) кинофильмĕнчи ĕçне ырласа çыраççĕ, вăл «Оскара» ют çĕр паха кинофильмĕ ятне тивĕçнĕ. 2002 çулта питĕ çепĕç сăмахсене Франсуа Озонăн «Сакăр хĕрарăм», унччен икĕ çул маларах «Ылтăн пальмă турачĕ» парнине Денёв вылянă тепĕр фильма — Ларс фон Трирăн «Тĕттĕмре ташлаканне» тивĕçленĕ.




#Article 694: Антуан де Сент-Экзюпери (265 words)


Антуа́н Мари́ Жан-Бати́ст Роже́ де Сент-Экзюпери́ (; 1900, çĕртме, 29, Лион, Франци — 1944, утă, 31 (вĕçеврен таврăнман)) — паллă  франс  çыравçи, сăвăçи тата вĕçевçĕ-профессионал, эссейçĕ. Граф.

Антуан де Сент-Экзюпери дворян (граф) çемйинче çуралнă. Тăватă çула çитсен унăн ашшĕ вилет. Пĕчек Антуана амăшĕ вĕрентсе пăхса çитĕнтерет. Антуан Монтрери иезуитсен шкулĕнче, Швейцаринчи католик пансионĕнче пĕлӳ пухать. 1917 çулта Парижри Ӳнер Шкулĕнчи архитектура факультетне вĕренме кĕрет.

Нацистсемпе Сент-Экзюпери Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕрремĕш кунĕсенченех вăрçăна хутшăнать, 1944 çулхи утă, 31 Сардини утравĕнчи аэродромран тĕпчев вĕçевне каять те — таврăнаймасть, пĕр хыпарсăр çухалать. 

Чылай вăхăт хушши Экзюпери мĕнле вилни пирки ним те паллă пулман. 1998 çулта çеç пулăç Марсель çумĕнчи тинĕсре браслет тупнă. Браслет çинче «Antoine», «Consuelo» (Экзюпери арăмĕн ячĕ) тата «c/o Reynal  Hitchcock, 386, 4th Ave. NYC USA» çырнисем (Кĕнеке кăларăвĕн адресĕ, унта Сент-Экзюпери кĕнекисем пичетленнĕ) пулнă. 2000 çулхи çу уйăхĕнче Люк Ванрель шывчăмаканĕ 70-метр тарăнăшăвĕнче самолёт ишĕлчĕкĕсене курнă. Самолёт юлашкийĕсем 400 метр анлăшĕнче, 1 çухрăм таврашĕнче саланса выртнă. Франци ертĕвĕ çвк районта шыравсем ирттерме чарнă, 2003 çулхи кĕркунне çеç ирĕк панă. Самолёт ванчăкĕсене çӳле хăпартса тĕпченĕ. Пĕр пайĕ — пилот кабини, унăн сери номерĕ саыхланса юлнă: 2734-L. Америка çар архивĕсенче тĕпчевçĕсем вăрçă вăхăтĕнче çак тапхăрта çухалнă самолетсен номерĕсене танлашатарса пăхнă. Çак номер АПШ-ăн 42-68223 номерлĕ Lockheed Lightning P-38 çар самолётне пĕлтернĕ. Çак машинăпа Экзюпери вĕçевçĕ çӳренĕ. Германи çарĕсен архивĕсенче çак вырăнта 1944 çулхи утă, 31 кунĕнче персе антарнă самолетсен шутĕнче çак самолет çук, машина ванчăкĕсем çинче персе çунтарнă йĕрсем те палăрмаççĕ. Çапла вара тĕрлĕ версисем çуралаççĕ, вĕсем хушшинче техника пăтăрмахĕсем е вĕçевçĕн суицичĕ (хăй çине хăй алă хуни).

Литература палăртăвĕсем

Вăрçă хисепĕсем

Экзюпери ятне тивĕçтернĕ

  

(çырусем, телеграммăсем, çырса хунисем…)




#Article 695: Аэропосталь (100 words)


Аэропосталь (фр. Aéropostale) — франци авиакомпанийĕ, 1919 çулта Пьер-Жорж Латекоэр никĕсленĕ. Малтан «Латекоэр Ушкăнĕ» (Société des lignes Latécoère) ятпа палăрнă,  каярахпа, 1921-1927 çулсенче «Аэротурттарусен Тĕп компанийĕ» (Compagnie générale d'entreprises aéronautiques) пулнă.

Почтă авиацийĕ Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн пурнăçа кĕрет, унăн хăвăрт аталанăвĕ вара нумай енчен пилотсен хăюллăхĕнчен килнĕ. Вĕçевçĕсем хăйсен ĕçне питĕ паттăррăн парăнса тăрăшнă. 1920-мĕш çулсенче кашни вĕçев, кашни почтăна çитересси — пысăк  хăрушăллă ĕç, хăшпĕр чухне вилĕмлĕ хăрушăллă пулнă. Апосталь вĕçевçĕсен кашникунхи паттăрлăхне, пурнăçне Антуан де Сент-Экзюпери кĕнекисенче çав тери уçăмлă кăтартать, мĕншĕн тесен хăй çак компани пилочĕ пулнă. Кăнтăр Америкăна вĕçекенсене пехиллесе вăл «Каçхи вĕçев» роман çырнă.




#Article 696: Август Альквист (148 words)


Август Альквист ( August Ahlqvist, тулли ячĕ: Karl August Engelbrekt Ahlqvist), — финн тĕпчевçи. 1826 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Куопио хулинче çуралнă, 1889 çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Хельсинкире вилнĕ. Хăш-пĕр ĕçне çавăн пекех А. Оксанен псевдонимпа алă пуснă.

Раççейре çӳренĕ, манси (ун чухне вогул), мăкшă, вепс (ун чухне чудь) чĕлхисене тĕпченĕ. Хăй финн чĕлхинешĕн грамматикине çырнă. Хельсинки университетĕнче профессор пулса ĕçленĕ. Тĕпчекен ĕçĕсене финнла, шведла, нимĕçле çырнă. Сăввисене те çырнă, тĕслĕхрен: Säkeniä (хĕлхем). 

Шиллер нимĕçлерен финнла куçарнă: Kaballe und Liebe - Kavaluus ja rakaus (Кабала тата юрату), Мольер франци чĕлхирен куçарнă. Калевала эпосне тĕпченĕ.

Тури тата анатри чăвашсем хушшинче фольклор материалĕ пухнă. Хăйĕн статйисенче морфологи ыйтăвĕсене тишкернĕ. Вырăсла-чăвашла тата чăвашла-шведла словарьсем хатĕрленĕ (алçырăвĕсем Хельсинки архивĕнче упранаççĕ).

Çапах Хельсинкири литература архивĕпе çыхăннă чухне нихăш Альквистăн шведла-чăвашла словарьсем тупăнман. Чу* па пуçланакан словарьсенчен Альквистăн Чудь словарĕ çеç пулнă. (паянхи кун вепс чĕлхине теççĕ).. Тен словарьне алăпа çырнипе чăвашла иккене ĕненнĕ.




#Article 697: Aхрат (102 words)


Ахрат варĕ (Ахрат çырми) — çырăнла сăртлă вырăн е таррăн çырма. Чăн чăвашсен аслисен чунĕсем упраннă вырăн. Вăл Чăнави кĕперĕпе  чартакра масар çинчи (çăвара) салам юпи пе асăнмалла кăвайтпа сĕтелĕсемпе пĕрлешсе леш тĕнчери пурнăçа ĕненмелле шута кĕрет. Чăвашсем ĕненнĕ тăрăх, Чăнави кĕпер пе Ахрат çырми урлă вилене каçса пынă чух, унăн чунĕн шăпи пӳрелет леш тĕнчере упранма.

Этимологи тăрăх Ахрат сăмах арабсен пек Ахират (леш тĕнче) пĕлтерекен сăмаха ютшăнмасть. Ахрат варĕ ăнлантару тăрăх — авалхи ирансен Ахура (тĕнчери ырăсем) пĕлтерĕше кура унăн шутне кĕрет. Вара (ав. иран. сăм.), Вар (пур перс хушинчи сăм.) — вар, хӳме хывать чăн шурсухал аçасем тăракан вырăна.




#Article 698: Филипп Иоганн Страленберг (148 words)


Филипп Иоганн Страленберг ( Philip Johan von Strahlenberg), — швед офицерĕ, географĕ, чĕлхеçи. 1676 çулта Штральзунд хулинче çуралнă, 1747 çулта Фрёллинге хулинче вилнĕ. Çуралнă чухне Philip Johan Tabbert ятлăччĕ.

Швеци патша Карл XII çарĕнче пулнă, Полтава патĕнчи çапăçăва хутшăнă. 1709 Раççейре тыткăна лекнĕ. 1711-1721 хушшинче Тобольск хулинче пулнă май, Çĕпĕре тĕпченĕ. 1730 çулта Стокгольма таврăннă чух хăй тĕпченине пичетлесе кăларнă. Вăл ĕçĕ тĕнчене интереслентернĕ, акăлчанла, франци чĕлхине, испанла куçартарнă.
Вăл çырнă кĕнекере çĕнĕ Раççей карртисем пулнă, вăл çĕнерен Европăпа Ази хушшинче чикĕсене лартнă. Унтанпа чикки Урал тăвĕсем май иртрĕ. Ку ăнлану юлашки официаллă чикĕ пулса тăчĕ. Континентсем хушшинчи чикĕ пирки унччен питĕ хытă тата нумай тавлашнăччĕ. Раççей патши 1730 çулта ку чиккине ырланă, ун хыççăн тĕпчевĕ /наука/ та çакна килĕштернĕ.

Çакăн пекех Страленберг чĕлхисемпе нумай интересленнĕ. Вăл тутар, якут, чăваш, крым-тутар, узбек, пушкăрт, кăркăс, туркмен,  монгол чĕлхисен сăмахсарне хатĕрленĕ. 
Страленберг хăй кĕнекинче пĕрмĕш хут 28 чăваш сăмахне пичетленĕ.




#Article 699: Никольский Николай Васильевич (818 words)


Николай Васильевич Никольский (1878 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ, Купăрля ялĕ (халĕ Чăваш Енри Муркаш районĕ) - 1961 çулхи чӳк уйăхĕн 2-мĕшĕнче), — Хыпарăн никĕслевçи, чăваш чĕлхи тĕпчевçи, истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор

XVIII ĕмĕрти чăваш çырулăхĕн палăкĕсене тĕпчекенĕ. Лексикографи ыйтăвĕсемпе те ĕçленĕ.

Ашшӗпе амӑшӗ Николай ялти пачӑшка ӗҫе кӗрессе ӗмӗтленнӗ. Анчах ӑслӑлӑхпа кӑсӑкланнӑ ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илессишӗн ҫуннӑ. Ҫӑвӗпех вӑл Хусанти тӗн академине кӗрес тесе хатӗрленнӗ. Экзаменсене ӑнӑҫлӑ парсан тутар ушкӑнӗнчи миссионер уйрӑмӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ.

Авалхи вӗрентӳ заведенийӗнче Синодра (академие ҫапла каланӑ)чиркӳпе тӗн, гражданла истори, миссионерлӑх, анӑҫ, тухӑҫ тата вилнӗ чӗлхесем енӗпе паллӑ профессорсем ӗҫленӗ. Н.И.Ильминский преподаватель вӗрентӗвне кура Николь- скин кӗлӗсене чӑвашла куҫарас шухӑш амаланнӑ. Вӑл чӑваш этнографине, тӗне кӗртес историне ҫине тӑрса вӗреннӗ. Анлӑ тавра курӑмлӑ студент академире панӑ пӗлӳпе кӑна ҫырлахман, Хусан университечӗн профессорӗсен лекцийӗсене итлеме ҫӳренӗ. Уншӑн И.Н.Смирнов, Н.Н.Фирсов, К.В.Харлампович, Н.Ф.Катанов лекцийӗсем уйрӑмах кӑсӑклӑ пулнӑ.

Вӗренӳ ҫулӗсенче Никольский чӑваш чӗлхи вӗрентӗвӗн никӗсне хываканӗпе Н.И.Ашмаринпа туслашнӑ. Ун чухне вӑл чӑваш чӗлхине, фольклорне, тӗрӗксен филологине ҫине тӑрса шӗкӗлченӗ. Вӗсен туслӑхӗ 30 ҫул ытла пынӑ.

Иккӗмӗш курс пуҫламӑшӗнчех Никольский кандидат ӗҫӗн темине суйланӑ «Чӑвашсене тӗне кӗртни». Студент Магницкий патне канаш ыйтма пынӑ. Василий Константинович ӑна архивра тӗпчемешкӗн кирлӗ сӗнӳсем панӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсене тӗне кӗртес енӗпе кӗнеке ҫырнӑ паллӑ авторпа А.Ф.Можаровскипе, Чулхула кӗпӗрнин архив комиссийӗн ӗҫ йӗркелӳҫипе курнӑҫма сӗннӗ. Хулара ӑҫта чарӑнмаллине, кам пулӑшма пултарасса каланӑ.

Академие Никольский 1903 ҫулта вӗҫленӗ, историпе этнографи тӗлӗшпе япӑх мар пӗлӳ илнӗ. Тепӗр икӗ чӗлхе — нимӗҫле тата арабла — вӗреннӗ. Академи канашӗ ӑна тӗн енӗпе кандидат тата магистр степеньне панӑ, «Чӑвашсене тӗне кӗртесси» ӗҫне вырӑс чиркӗвӗн историйӗнче чи лайӑххи тесе йышӑннӑ.

Никольский тӗн академийӗ ҫумӗнчи миссионерсен курсӗнче ӑс пухакансене «чӑваш чӗлхи тата унпа кӳршӗллӗ предметсем» (истори, этнографи) вӗрентнӗ. Унта монгол, тутар, чӑваш уйрӑмӗсем пулнӑ, миссионерсем 2 ҫул вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире преподаватель, библиотекарь пулса ӗҫленӗ. 1910 ҫулта ҫулла семинари вӗренекенӗсен хушшинче революционерла «хумсем» ҫӗкленнӗ. Политика тӗлӗшӗнчен шан- чӑкран тухнишӗн Никольские ӗҫрен кӑлар- ни те пулнӑ.

Хусанти тӗн семинарийӗ 1907 ҫулта ӑна чӑваш чӗлхи учительне ӗҫе илнӗ. Тепӗр темиҫе ҫултан вӑл тӗн енӗпе магистр дис- сертацине хӳтӗленӗ.

Никольский педагог 1903-1917 ҫулсенче Хусан кӗпӗрнинчи шкулсене пӗрлеш- терсе тӑракан канашӑн членӗ, секре- тарӗ пулнӑ. Вӑл пулас учительсене экза- мен тыттарнӑ. Вак халӑхсене ҫутта кӑларас енӗпе специалист пулнӑ май вӗрентӳ округӗн управленийӗ унпа канашланӑ. Н.И.Ильминский вӗрентӗвне ырлаканскер чӑвашлӑха, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ытти халӑ- ха ҫӗклес, Раҫҫейри пур халӑхпа пӗр тан тӑвас тесе тӑрӑшнӑ. Ҫав юхӑмӑн хастарӗсем тӗн кӗнекисене тата брошюрӑсене хӑй- сен чӗлхине куҫарнӑ. Никольский право- слави миссионерӗсен обществин куҫару комиссийӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ. Каярах унта ӗҫ йӗркелӳҫине, секретаре вырнаҫнӑ. Ҫав комисси чӑваш шкулӗсем валли кӗнеке- сем кӑларнӑ.

Комиссире ӗҫленӗ май Никольский чӑвашла календарь «Ҫулталӑк кӗнеки» (пурӗ 9 том) тата нумай кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ.

Палӑртмалла: чӑваш хаҫатне Н.Никольский ҫӑмӑл мар вӑхӑтра, патша самани хӗсӗрленӗ тапхӑрта, кун ҫути кӑтартнӑ. Ку ҫеҫ те мар, унта ӗҫлемешкӗн вун-вун журналиста, писателе, драматурга явӑҫтарнӑ.

Каярахпа вӗсен ячӗсем тӑван литературӑра ҫырӑнса юлнӑ. «Хыпар» страницисенче чӑвашсен литература чӗлхи аталанса пынӑ. Никольский ӑна чӗрӗ, халӑха ҫывӑх тӑвассишӗн тӑрӑшнӑ. Редакци нумай- нумай кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑха тӗттӗмлӗхрен кӑларнӑ.

Педагогикӑра, куҫарупа издательство, общество ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ пулсан та Никольский хӑйӗн тӗп тивӗҫне наукӑра курнӑ. Студент чухнех (1900 ҫултан пуҫласа) вӑл ялсене тухса ҫӳресе, библиотекӑра, архивра ларса историпе, этнографипе, фольклорпа нумай материал пухнӑ. Питӗрти Вырӑс музейне чӑвашсен этнографийӗпе ҫыхӑннӑ 205 япала пухса панӑ. Корреспондентсем, хӑйӗн вӗренекенӗсемпе студентсем ӑна ку ӗҫре нумай пулӑшнӑ. Н.В.Никольский 271 томран тӑракан питӗ пуян эткерлӗх пухнӑ, вӗсенчен 226-шӗ 1943 ҫултанпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче упранать.

Никольский кун ҫути кӑтартнӑ програм- мӑсемпе брошюрӑсене, рецензисемпе статьясене тивӗҫлӗ хак панӑ. Хусан университечӗ ҫумӗнчи археологи, историпе этно- графи обществи ӑна ӑста тӗпчевҫӗ вырӑнне хурса хакланӑ, хӑйӗн йышне илнӗ. Наукӑри малашнехи унӑн ӗҫӗ тӳрремӗнех ҫав обществӑпа ҫыхӑннӑ.

Каярахпа Н.Никольский ытларах аслӑ шкулта педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Палӑртмалла: вӑл — Чӑвашра профессор ятне тивӗҫнӗ пӗрремӗш ҫын. Пирӗн халӑх валли пысӑк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлессинче те унӑн тӳпи пысӑк.

Тивӗҫлӗ канӑва тухсан 1931-1940 ҫулсенче вӑл чӑвашсен, тутарсен, ирҫесен, ҫармӑссен гуманитари наукисен тӗпчев институчӗсен ӗҫне штатра тӑман сотрудник пулса хутшӑннӑ.

Никольский пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ, вы- шкайсӑр анлӑ. Вӑл кӑсӑкланнӑ тепӗр ен — халӑх медицини. Ку туртӑм ӑҫтан ҫуралнине тӑванӗсем те ӑнланман. Мускавра тухса тӑракан журналта унӑн статйи те пичетленнӗ. Ку темӑпа ҫыхӑннӑ тӗп ӗҫӗ вара — «Чӑвашсен халӑх медицини» кӗнеке. Вӑл 1929 ҫулта Шупашкарта тухнӑ. Темпе те кӑсӑкланакан этнограф, паллах, хресчен сывлӑхне сых- лас ыйтуран пӑрӑнайман. Вӗрӳ-сурупа, ку- рӑкпа сипленни епле ан кӑсӑклантартӑр-ха? Профессор органсене, тӗрлӗ амака, ачасен, хӗрарӑмсен чирӗсенчен сиплемелли мелсе- не ҫырса кӑтартнӑ. Купӑрляри пахчан пысӑк пайӗнче Николай Васильевич эмел курӑкӗсем ӳстернӗ. Тӑванӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унта 300-е яхӑн тӗрлӗ курӑк ҫитӗннӗ. Пирӗ- нтен кам та пулин 30-50 тӗсне калаять-ши? Никольский вӗсен вырӑсла-чӑвашла ятне кӑна мар, курӑк мӗнрен пулӑшнине те ӑн- лантарма пултарнӑ.

Кам вӑл Никольский? Ҫапла, вӑл такам та: вак халӑхсем валли пӗлӳ ҫурчӗсем уҫаканӗ те, педагог, ҫутта кӑларакан, чӗлхеҫӗ, музыка пӗлӳҫи, чӑваш литературин никӗслевҫисенчен пӗри, журналист, куҫаруҫӑ, тавра пӗлӳҫӗ, статистик...

Николай Никольский ячӗ нихӑҫан та манӑҫмӗ. Унӑн ячӗпе Шупашкарта проспект, професси колледжӗ хисепленеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ЧР Журналистсен премийӗ пур.

 
Икĕ алçырăвĕ те ЧНТИ архивĕнче упранать.




#Article 700: Çамрăксен хаçачĕ (179 words)


Çамрăксен хаçачĕ», — «Хыпар» издательство çурчĕнче тухакан хаçат. 

Йĕркелевçĕсем:

Тираж - 11 пине яхăн экземпляр.

Тĕп редактор − Т.Г.Вашуркина

Чăваш çамрӑкĕсен хаçачĕ малтан та пулнӑ-ха. Яш-кӗрӗм валли уйрӑм кӑларӑм пичетлеме «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаҫатра ӗҫлекенсем 1919-1920 ҫулсенчех палӑртнӑ. Анчах вӗсен ӗмӗчӗ 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫеҫ пурнăçланнă, «Çамрăк хресчен» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑ. Унччен «Канаш» хаҫатра «Ҫамрӑксен кӗтесси» рубрика кӑларса тӑнӑ. «Ҫамрӑк хресченӗн» пӗрремӗш редакторӗ Дмитрий Исаев пулнӑ, унта Николай Шелепи, Петӗр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Виктор Рзай пичетленнӗ. Хаҫатӑн малтанхи номерӗсем 1500 экземплярпа саланнӑ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан хаçат тухма чарăннă. 1952 çулта çеç «Çамрăк коммунист» ятпа çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнă. Вăл икĕ чĕлхепе пичетленнĕ: вырăсла та, чăвашла та. 1966 ҫулта хаҫатӑн чӑвашла вариантне кӑларма чарнӑ. Ҫакна «Пионер сасси» тухма пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑ.

Хальхи вăхăтра редактор тивĕçĕсене Алина Ивановна Изман пурнăçласа пырать.

Хаçат кашни çулах материалсемпе, рубрикăсемпе пуянланса пырать.

Паян кун хаçатри рубрикăсем: «Юратупа наркăмăш» (çамрăк хĕрсен чун ыратăвĕ çинчен çырнă çырăвĕсем пичетленсе тухаççĕ), «Специалистпа канашлатпăр» (тухтăрсем çынсене канăçсăрлантаракан ыйтусем çине хурав параççĕ), «Сирĕн валли», Пĕр çын шăпи, Çамрăксен хаçатĕнчен пулăшу ыйтаççĕ, Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă, Хĕн-хур айĕнче, Шăнкăрав йĕрĕпе.

 




#Article 701: Белоруси патшалăхĕн гимнĕ (118 words)


Сăмахĕсем М. Климковичпа В. Каризнăн
Кĕвви Н. Соколовскийĕн

Мы, беларусы — мірныя людзі,
Сэрцам адданыя роднай зямлі,
Шчыра сябруем, сілы гартуем
Мы ў працавітай, вольнай сям’і.

Слаўся, зямлі нашай светлае імя,
Слаўся, народаў братэрскі саюз!
Наша любімая маці-Радзіма,
Вечна жыві і квітней, Беларусь!

Разам з братамі мужна вякамі
Мы баранілі родны парог,
У бітвах за волю, бітвах за долю
Свой здабывалі сцяг перамог!

Слаўся, зямлі нашай светлае імя,
Слаўся, народаў братэрскі саюз!
Наша любімая маці-Радзіма,
Вечна жыві і квітней, Беларусь!

Дружба народаў — сіла народаў —
Наш запаветны, сонечны шлях.
Горда ж узвіся ў ясныя высі,
Сцяг пераможны — радасці сцяг!

Слаўся, зямлі нашай светлае імя,
Слаўся, народаў братэрскі саюз!
Наша любімая маці-Радзіма,
Вечна жыві і квітней, Беларусь!




#Article 702: Камикадзе (699 words)


Камикадзе (kami — «турă», «турă чунĕ»; kaze — «çил») — «турă çилĕ», тайфун, вăл икĕ хутчен, 1274 тата 

XX ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Лăпкă океан вăрçин вĕçĕм тапхăрĕнче сиксе тухнă яппун хăйвилĕмçĕ-вĕçевçĕсене «камикадзе» сăмахпа асăнма тытăнаççĕ. «Камикадзе» — япун тейшинтай терминĕ, унпа ырирĕклĕ вилĕмçĕсене (вĕçевçĕсене çеç мар) палăртнă.

Яппунсем çак ĕç-пуçа Tokubetsu Kōgekitai (特別攻撃隊) — «ятарлă тапăну ушкăнĕ» е аббревиатурăпа Tokkō Tai (特攻隊) тенĕ. Вĕçевçĕ-хăйвилĕмçĕсене «ятарлă тапăну камикадзе ушкăнĕсем» ятпа палăртнă. Тамăрлă çарсем «камикадзе» сăмахпа яппун пĕтĕм хăйвилĕмлĕ атакисене пĕлтернĕ. Каярах çак термин пур тĕнчипе саралать, нимĕçсен зельбстопфер (, «хăйне вилĕме пама хатĕр çын») вырăнне тата вăрçă хыççăнхи суицид, террор ĕçĕ чух та ăна асăннă.

Çак вăхăталла яппун самолёчĕсем, уйрăмах истребителĕсем, пахалăхĕ енчен америкăн çĕнĕ машинисенчен, уйрăмах P51 «Мустанг» моделĕнчен, начар пулнă. Нумай çухату пулнă май пĕлӳ-хăнăху туянлăхлă вĕçевçĕсем сахалланса çитнĕ. Улăштару пайĕсем, çунăк çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та кирек епле пысăк авиаци операцине ирттересси Японишĕн кăткăс ыйтăва куçать.

Чăнах та 1944 çулхи юпа, 17 американсем Сулуан утравне атакăлаççĕ — историри Лейте кӳлмекĕнчи тинĕсри чи мăн çапăçу пуçланать. Манилăра тăракан Япони тинĕс-çар вăйĕсен пĕрремĕш сывлăш флочĕ, кӳлмекре тамăр вăйĕсемпе кĕрешекен яппун карапĕсене пулăшма пырать. Пĕрремĕш сывлăш флочĕн çак саманта 40 самолёт: 34 палуба «Митсубиши Зиро», 3 торпедоносец «Накаджима B6N», бомба пăрахакан 2 «Йокосука P1Y», пĕр «Митсубиши G4M» тата пĕр çăмăл шырав-тĕпчев самолёчĕ çеç пулнă. Яппун авиацийне пурнăçламалла мар ĕç хушнă. Пĕрремĕш сывлăш флочĕн çарпуçĕ Ониши Такиджиро вице-адмирал ятарлă камикадзе тапăну ушкăнне йĕркелеме йышăнать. Юпа, 19 брифингра Ониси çапла сăмах тытнă: «Ман шутпа, пирĕн умра лартнă ĕçе пурнăçа кĕртме 250-килограмм бомбăллă «Зиро» самолёта америка авианосецĕ çине мĕнле те пулин çитермелли меслетсĕр пуçне урăххи çук. Ониси çапла «камикадзе ашшĕ» пулса тăрать.

Вĕçевçĕ-камикадзе пĕрремĕш ушкăнĕсене 1944 çулхи чӳк, 20 тинĕс çар авиаци уйрăм пайĕнчен йĕркеленĕ, в которых все до одного пилоты были готовы пожертвовать жизнью ради своей страны. Пĕрремĕш камикадзе атакине 1944 çулхи чӳк, 21 австрали флочĕн флагманне, «Австрали» йывăр крейсера хирĕç ирттернĕ. 200-килограм бомба тиенĕ самолёт «Австрали» çине ӳкнĕ, бомби сирпĕнмен, крейсер шыв çинчех юлнă. 30 çын вилĕме кайнă, çав шутра карап капитанĕ те. Чӳк, 25 «Австралине» тепĕр хут тапăннă, кун хыççăн ăна юсава ăсатнă (крейсер строя 1945 çулхи кăрлачра таврăнать, вăрçă вĕçнелле «Австрали» çине пурĕ 6 самолёт-камикадзе пырса çапăннă).

Камикадзе Окинавăшăн çапăçнă чух çав тери чылай тапăннă — атакăсене пурĕ 1465 самолёт хутшăннă.

Ака, 3 «Уэйк-Айленд» авианосеца тинĕс çар тытăмĕнчен кăларнă. Ака, 6 пĕтĕм экипажĕпе (94 çын) «Буш» эсминĕца путарнă. Çаплах «Калхаун» эсминĕца 4 самолёт вĕркĕнсе çитсе шыва путарнă. Ака, 7 «Хэнкок» авианосĕца çĕмĕрнĕ, 20 самолёта аркатнă, 72 çынна вĕлернĕ, 82 çынна амантнă.

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕччен тепĕр эсминеца шыва путарнă, тытăмран 3 авианосца, 1 линкора тата 9 эсминеца кăларнă. Çу, 4 пĕтĕмпех авианосец «Сэнгамон» борт çинчи 21 самолёчĕпе пĕрле çунса каять. Çу, 11 икĕ камикадзе лекнипе авианосец «Банкер-Хилл» çулăма кĕрет, 80 самолёт пĕтет, 391 çын вилет тата 264 çын аманать.

Окинавăшăн çапăçнă вĕçнелле америка флочĕ 26 карапа çухатать, 225 ишĕлĕннĕ, вĕсенчен 27 — авианосецсем. Американсем камикадзесенчен хӳтĕленмелли виçе ĕçне йышăннине пула яппун самолёчĕсен 90% сывлăшрах çапса антараççĕ.
    
Çывăх вăхăтрах, яппун самолёчĕсен шучĕ ӳксе пынипе, вĕçев аппарачĕн камикадзе валли ятарлă тĕсне шутласа хатĕрленĕ. «Накаджима Ki-115 Тсуруги» пирпе витнĕ йывăç кăшкарлă ахаль самолёт. 1920-мĕш тата 1930-мĕш çулсенчи кивелнĕ двигательсем лартнă, шассине вĕçсе хăпарсанах тепĕр хут усă курмалла пăрахса хăварнă. Темиçе çĕр самолёт хатĕрленĕ, кашни 800-килограмм бомбăна турттарма пултарнă, анчах та пĕринпе те усă курма ĕлкĕреймен.

Икĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçнелле яппун тинĕс авиацийĕ 2525 вĕçевçĕ-камикадзе вĕрентсе хатĕрленĕ, тепĕр 1387 çын çартан пынă. Яппунсем хăйсем каланипе, камикадзе атакисемпе 81 карапа шыва путарнă, 195 çĕмĕрнĕ. Американсен хыпарĕсемпе, вĕсем 34 карап çухатнă тата 288 çĕмĕрнĕ. Çакăнсăр пуçне, вĕсем америкăн тинĕс çар çыннисене питĕ хăратнă.

Яппун авиацийĕ яланах вĕçевçĕ-камикадзе çителĕклĕ пулнă, хăй ирĕклисен шучĕ пур самолётсенчен виçĕ хут чылай шутланнă. Камикадзе шутĕнче çирĕм çулхи университетсенче вĕренекенсем пулнă. Çапах та çак феноменăн тĕп сăлтавĕ Японин этеплĕхĕнче никĕсленнĕ, унăн йĕрри вăтам ĕмĕрсенчи «Бушидо» самурай йăлинчен килет. Хăйĕн тăван çĕрĕшĕн, хăйĕн Императăрĕшĕн чыспа вилĕме кĕтсе илесси — чылай çамрăк яппунсемшĕн çӳллĕ туйăм пулнă. Камикадзе Япони паттăрĕ пулнă, вĕсемшĕн таса çын вырăнне хурса храмсенче кĕл тунă, вĕсен тăванĕсене тӳрех чи чыслă-яваплă çынсен ĕретне тăратнă.

Вĕçеве тухиччен ятарлă церемони ирттернĕ, ритуал чешĕкĕпе сакепе «хачимаки» ĕçнĕ, çамка çине шурă хăю çыхса вĕçеве тухнă. Камикадзе символĕ — хризантема чечекĕ. Çамрăк вĕçевçĕсем Каймон (Японин кăнтăр-анăçĕ) тăвĕ çийĕн иртсе кайнă, вĕсем тăван çĕр-шывĕпе юлашки хут пăхса илсе сывпуллашнă.




#Article 703: Минданао (утрав) (177 words)


Минданао (Mindanao), Филиппин архипелагĕн кăнтăр енчи утравĕ, пысăкăшĕпе иккĕмĕшĕпе кунта иккĕмĕш шутланать. Филиппинам шутĕнче. Çĕр лаптăкĕ 94,6 пин çм². Кăткăслă çĕрпичĕллĕ, кӳлмексем, океана инçе тухакан хĕсĕк çурутравсем чылай. Çурçĕрте Минданао тинĕсĕ, тухăçра — Филиппин тинĕсĕ, кăнтăрта — Сулавеси тинĕсĕ, анăçра — Сулу тинĕсĕ. Тăвĕсен çӳллĕшĕ 2954 м (Апо вулканĕ) таран, вăл Филиппинăн чи çӳллĕ вырăнĕ пулать. Сланцами, хăйăрлăхсем, шур известняками, базальтами. Чĕрĕ вулкансем пур. Месторождения угля, руд железа и цветных металлов. Климат экватори çум муссонлă, кăнтăрта экваториллĕ. Температура в течение года на равнине 25-28 °С, осадков 1000—2000 мм в год (в горах до 4000 мм). Пысăк юхан шывĕ — Минданао; нумай кӳлĕсем (пысăкки — Ланао). Тропикри пĕрмай симĕс тата çулçă ӳкен (муссонлă) вăрмансем, çыранĕсенче мангровые заросли. Халăх управĕн вăрманĕсем: Маунт-Апо, Майнит-Хот-Спрингс; Апо тăвĕн умĕнче Ăмăрткайăк вăрман управĕ, кунта ĕнтĕ филиппин ăмăрткайăкĕсем вĕçсе çӳреççĕ.

Шурă тулă, пальмă кокосне, ананас, абака (манильская пенька) çитĕнтереççĕ.

Капăр хуласем — Давао, Замбоанга.

Хуçалăхра рис, кокос пальмине, ананас, абака çитĕнтерсе усă кураççĕ.

Утрав çинче 1978 çултанпа Ирĕклĕх ислам фрончĕ Моро алхасать — вăл ислам террор ушкăнĕ, Филиппинăн кăнтăр пайне хăйирĕклĕ ислам патшалахĕ тăвасшăн.




#Article 704: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин сăлтавĕсем (171 words)


Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин тĕп сăлтавĕсене тупас тесен XIX ĕмĕрĕн вĕçĕнчи -XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчи тапхăрти тĕнчери экономикăпа политика ĕçĕсене тĕпчемелле. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин хирĕçĕвĕсене Версаль килĕшĕвĕ вăхăтлăха çеç пусарса хунă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи ĕнтĕ Пĕрремĕш Тĕнче вăрçин тăсăлăвĕ (иккĕмĕш акчĕ) пулать.

Версаль килĕшĕвĕ тăрăх Германин хĕç-пăшал хăватлăхне аталантарма чарнă. Çавна май Германи ытти патшалахсем çине тапăнма пултарайман. Гитлер канцлер вырăнне ларнă хыççăн Германи Версаль килĕшĕвне пăхăнма пăрахнă — каллех çар йĕркелеме, темен тĕрлĕ çар техникине тума пуçланă.

Аслă Британипе Франци ку ĕçсене ытла хирĕçлемен, Германине хирĕç вăрçă пуçлама хăйман. Вĕсем Версаль килĕшĕвне çалас тесе Германипе лăплантаракан политикăна тытса пынă, компромиссем çине килĕшнĕ. Çапах та, Гитлер Мюнхен килĕшĕвĕсене пăснă хыççăн Аслă Британипе Франци Германипе хытăрах политика тытма пуçланă — Германи тапăнассинчен Польшăна хӳтĕлеме çирĕп шантарнă. 1939 çулхи ака уйăхĕнче Итали Албани çине тапăннă май çакăн пекех шантарусене Румынипе Грецине панă.

Çапла вара Германи, Франци, Аслă Британи тата ытти çĕршывсем те вăрçа хатĕрленме пикеннĕ. 1939 çулхи авăн уйăхĕнче Германи çарĕнче 4,6 млн. çын, Франци çарĕнче 2,67 млн., Аслă Британи çарĕнче 1,27 млн. çын пулнă.




#Article 705: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин театăрĕсем (148 words)


Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пынă территорисене çарпуçĕсемпе вăрçă историкĕсем 5 вăрçă театăрĕсене уйăраççĕ.

Анăç Германи, Дани, Норвеги, Бельги, Люксембург, Нидерланды, Франци, Аслă Британи (Тӳпери çапăçусем), Атлантика океанĕ, АПШ-па Канадăн Анлантика хĕрринче вырнаçнă хуласем.

СССР (анăç енĕ), Польша, Финлянди (тухăç енчи чиккисем), Çурçĕр Норвеги, Чехословаки (Чехи, Словаки), Румыни, Венгри, Болгари, Югослави, Австри (тухăç енĕ), Тухăç Германи, Баренц тинĕсĕ, Балтика тинĕсĕ, Хура тинĕс.

Югослави, Греци, Албани, Итали, Вăтаçĕр тинĕсĕн утравĕсем (Мальта, Кипр, тата ыт.), Египет, Ливи, Тунис, Марокко, Алжир, Сири, Ливан, Ирак, Иран. 

Эфиопи, Сомали, Кени, Судан, Габон, Сенегал, Мадагаскар.

Китай (тухăç тата çурçĕр-тухăç пайĕ), Корей, Япони, Кантăр Сахалинпа Курил утравĕсем, Алеут утравĕсем, Монголи, Гонконг, Франци Индокитайĕ, Бирма, Тухăç Инди, Андаман утравĕсем, Малайа, Сингапур, Голланди Индийĕ, Малакка, Бруней, Çĕнĕ Гвиней, Папуа, Соломон утравĕсем, Филиппин, Австралин тинĕс-океан хĕрринчи хулисем, Гавай утравĕсем, Гуам, Уэйк, Мидуэй, Мариан утравĕсем, Каролин утравĕсем, Маршалл утравĕсем, Гилберт утравĕсем, Лăпкă океанри вак утравсем, Лăпкă океанăн пысăк пайĕ, Инди океанĕ.




#Article 706: Шывай кимми (400 words)


Шывай кимми () — шыв айне анма (каялла хăпарма) тата шыв айĕнче чылай вăхăт хушши ĕçлеме пултаракан карап. Шывай киммин чи чаплă енĕ — вăрттăн çӳреме пултарни.

Шывай киммисен корпусне металран тăваççĕ, тумлам е сигарă евĕрлĕскер шыв тĕпĕнче чылай шыв пусăмне чăтса тăма пултарать. Шыв тарăнашне анма балласт цистернисене шыв тултараççĕ. Шыв айĕнче çӳле хăпарма е аяла анма тата шыв çине тухма горизонталь рулĕсем пулăшнипе балласт цистернисенчи шыва хĕссе чăмăртанă сывлăшпа е газпа (çăмăл сывлăшпа) тĕксе кăлараççĕ. Шывай киммисене шыв çинче куçса пыма атом энергиллĕ е дизеллĕ моторсем; шыв айĕнче — атомлă моторсем, электрика аккумуляторĕсем, пĕчĕк тарăнăшра — «шнорхель» меслечĕллĕ дизель моторĕсем.

Тĕрлĕ вăхăтра дизель вăйĕпе тарăна анса çӳремелли темиçе шывай кимми проекчĕсем хатĕрленĕ пулнă, анчахь та вĕсене пушархăрушăлахĕ тата шавлавĕ ытлашши пулнă пирки ĕçе кĕртмен.

Шывай кимми çинче баллистика тата çунатлă ракетăсем, торпедăсем, минăсем, хирĕç тăмалли гидроакустика хатĕрĕсем, зенит-ракета комплексĕсем пулаççĕ.

Паянкун çарлă сыхлавра тăракан шывай киммисен классификацийĕсем:

Пĕрремĕш шывай киммине голланд ăслăхçи Корнелиус ван Дреббель (1572—1633) Англи патши Джеймс валли Лондонра 1620 çулта ăсталанă, хыççăн Темза çинче унăн куçăмне тĕрĕслесе пăхнă.

Раççейре шывай киммине тăвас ĕçсемпе Аслă Петĕр астулра ларнă чух тăрмашнă. Анчах вăл вилсе кайсан, «вăрттăн карапăн» пуласлăхĕ пăчланать. Шывай киммине Америкăн Пĕрлешĕннĕ Штачĕсем хăйсен пăхăнманлăхĕшĕн кĕрешнĕ вăрçăра пĕрремĕш çапăçăва кĕртеççĕ. Бушнеллăн «Тимĕр шапи» британи флагманĕ çине тапăнма хатĕрленнĕ, анчах та акăлчансем çавна сиссе асăрханă, шывай кимми вара карапăн тĕпĕ çумне çыпăçтармасăрах минăна сирпĕтсе ярать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăш тĕлне тĕнчери пысăк патшалăхсен тинĕс флочĕсенче çакăн чухлĕ шывайкиммисем пулнă:

Вăрçа тапхăрĕнче шывай киммисем пурĕ 4330 транспорта пĕтĕмле 22,1 млн. рег. тоннă йывăрăшлĕ, 395 çар карапĕсене шыва путарнă, çав шутра: 75 шывай кимми, 17 авианосцев, 3 линкор, 122 эсминец тата 146 ытти карапсене пĕтернĕ. СССР ТÇФ шывай киммисем 328 транспорта шыва путарнă, 70 çар карапĕсене тата 14 пулăшу карапĕсене пĕтернĕ. 1123 шывай киммисем хăйсем пĕтнĕ.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçĕнче нимĕç конструкторĕсем шывай киммисене баллистикă ракетисемпе хĕçпăшаллантарас ĕçсене тума хатĕр пулнă.

Халĕ шывай киммисен чылайăшĕ атомлă.

Вăрçă хыççăнхи пĕрремĕш хут шывай кимми 1971 çулхи раштав, 9 Инди-пакистан хирĕçӳ вăхăтĕнче пакистан дизель шывай кимми «Hangor» «Khukri» инди фрегат торпедăпа тапăнать. 1982 çулхи çӳ, 2 Англипе Аргентина хушшинчи Фолкленд вăрçинче акăлсансен атăмлă шывай кимми «Conqueror» аргентинăн «Генерал Бельграно» çăмăл крейсĕрне торпедăлать.

Халĕ шывай киммисем 33 патшалăх ТÇФ шутĕнче хĕсметре тăраççĕ.

ХХ ĕмĕрĕн вĕçĕнче ÇАПУ çĕршыв флочĕсен шутĕнче 217 шывай кимми (çав шутра ПЛАРБ — 23, ПЛА — 101). Хӳтĕлевлĕ доктрина йĕркипе Раççей Федерацийĕ хăйĕн флочĕсенче 90-100 виçе шывай кимми тытса тăрасшăн.




#Article 707: Данипе Норвегине тапăнса кĕни (749 words)


Данипе Норвегине тапăнса кени (Weserübung операцийĕ, Норвеги операцийĕ), — Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи нимĕçсен Данипе Норвегине хăйсен аллине тытса илмелли операци.

Норвегин пурĕ 6 дивизи пулнă. Пурĕ вĕсенче 55 пин салтак пулнă (каярахпа кăштах çара чĕннĕ хыççăн). Норвеги флотĕнче 2 линкор, 7 эсминец, 8 тральщик, 10 мина чаравçи, 17 мина туртаракан, 9 шывай кимми пулнă. Норвеги авиацийĕ 190 самолётран тăнă.

Данин 2 дивизи пулнă. Дивизинсенче пурĕ 14,5 пин çын шытланнă. Дани флотĕнче 2 линкор, 9 тральщик, 3 мина чаравçи, 6 мина туртаракан, 7 шывай кимми пулнă. Данин пурĕ 94 самолёт шутланнă.

Германи тапăннă хыççăн Аслă Британи 4 бригада, Франци 3 бригада, Польша 1 бригада пулăшма янă. Британи флотĕнче 3 авиа туртаракан, 4 линкор, 21 крейсер, 21 эсминец тата 18 шывай кимми пулнă. Франци флотĕнче — 2 крейсер, 11 эсминец тата 1 шывай кимми. Польша флотĕнче 3 эсминецпа пĕр шывай кимми пулнă. 

Данипе Норвегине тытса илмешкĕн Германи 21 арми янă. Вĕсем шутне 9 дивизи тата 1 бригада кĕнĕ, унта пурĕ 140 пин салтак пулнă. Тинĕсри çапăçусенче 2 линкор, 7 крейсер, 14 эсминец, 3 тральщик, 8 мина туртаракан, 28 шывай кимми хутшăннă. Пиллĕкмĕш сывлăшри флотра пурĕ 1300 самолёт пулнă.

Нимĕçсен тĕп тĕллевĕ шутне малтан Данипе Норвегин пысăк хулисене тытса илесси кĕнĕ. Çавăн пекех нимĕçсем икĕ патшалăхăн патша кил-йышне тытса илесси, патшалăхсен кĕнĕ. Вĕсен шухăшĕпе правительствăсене парăнтарсан вĕсем хăйсен çарĕсене хĕç-пăшалне хума хушма пултарнă. Нимĕçсем икĕ патшалăха темиçе кун хушшинче тытса илме шутланă.

Данипе Норвеги Германи тапăнасса шутламан çавăнпа та вĕсен хӳтĕленмелли нимĕнле план та пулман.

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхи нимĕçсем Копенгагента питĕ пысăк десант янă. Çавăн пекех вĕсем пур пысăк кĕперсене тата аэродромсене тытса илнĕ. Данин пĕчĕк авиафлотне темиçе минут хушшинче çапса аркатнă — нимĕç бомбордировщикĕсем вĕсене тӳпене хăпарма та паман. Çав вăхăтрах çĕр çинчи çар Данипе Германи хушшинчи чикĕ урлă каçса Ютланди енне çул тытнă. Дани çарĕ чикĕ патĕнче çеç кăштах хирĕç тăнă. X-мĕш Кристиан патши çын пурăнакан кварталсене аркатасран хăраса парăну хутне алă пуснă, çарне парăнма ыйтнă. Çапла вара пĕр кун хушшинче нимĕçсем Данин пĕтĕм пысăк хулине ярса илнĕ.

Ака уйăхĕн 9-мешĕнче нимĕçсем Норвегин 7 пысăк порчĕсене (Осло, Арендаль, Кристиансан, Ставангер, Берген, Тройхем тата Нарвик) десантсене янă. Норвегин артиилерийĕ Осло, Кристиансан, Ставангер тата Тронхейм хулисем патĕнче нимĕçсен флотне самай тустарнă. Ăна пула норвегсем тĕп хуларан патша кил-йышне, правительствăна, парламент членĕсене тата ылтăнран тăракан пурлăхне çăлса хăварма ĕлкĕнĕ. Çавна пулах нимĕçсем десанчĕ те хăвăрт анса çитеймен.

Нимĕçсем ку шутĕнче те патшана тытса илсе вăрçа хăвăрт пĕтерме шутланă. Патша тарни вĕсен планне пăснă, çавăнпа та ака уйăхĕн 9-пе 10-мĕш кунĕсем хушшинче Эльверум хула патĕнче вĕсем каллех VII-мĕш Хокона тытса илме шутланă. Анчах вĕсен атакине норвегсем сирсе янă.

Ака уйăхĕн 22-мĕш тĕлне нимĕçсем норвегсем хирĕç тăнине сире-сире Кăнтăр Норвегин пысăк пайне тытса илнĕ. Çав вăхăтра вăйлă хирĕç тăракан хуласене авиаципе питĕ вăйлă аркатнă. Бомбăсемпе Ондальснес, Мольде, Кристиансан, Стенкьер, Намсус, Буде, Нарвик хулисем вăйлă арканнă. Бамбăсем айăнче питĕ нумай ахаль халăх та вилнĕ. Бомбăсемпе аркатнинчен хăтăлас тесе нумай халăх хуласенчен ялсене тарнă, хуласем пушанса юлнă.

Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Нарвик патĕнче тин кăна çитнĕ акăлчан флочĕпе тата нимĕç флочĕ хушшинче тинĕсри çапăçу пулса иртнĕ. Акăлчансем чалай нимĕç карапĕсене путарнă е самай сиен кӳнĕ. Кăна пула нимĕçсен Нарвик хулине çитнĕ иккĕмĕшпе виççĕмĕш туçа бригадисем пĕччен тăрса юлнă, пĕрремĕш кунсенсе нимĕçсен çурçĕр енчи атаки чарăнса ларнă.

Ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче акăлчансем каллех Нарвик патне пынă нимĕçсен флотне аркатнă. Ака уйăхĕн 14-мешĕнче вара пĕрлешнĕ акăлчансен, французсен тата поляксен çарĕ Харстад хулине çитнĕ. Унта вĕсем норвегсен 6-мĕш дивизпе перлешнĕ хыççăн Нарвик çине хирĕç тухнă. Ака уйăхĕн 14-мешĕнче аалчансемпе французсен çарĕсем Намсус патĕнче анса Норвегин варрине çул тытнă. Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче акăлчансен çарĕ Ондальснес патĕнче аннă. Темле вăйлă çапăçнă пулсан та Намсуспа Ондальснес патĕнче çапăçакан çарсем атаки ăнăçлă пулман. Стейнхьерпа Лиллехаммер патĕнче путлану тӳснĕ хыççан вĕсем тинĕс хĕрринчи хуласем патне чакнă.

Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче самай хушши çапăçнă хыççăн Нарвикăн çурçĕр пайне йышăннă, 28-мĕш кунĕ тĕлне вара пĕтĕм хулине тытса илсе нимĕçсене Бесфьёрд хули патне чактарнă. Ку вăхăтра Францири ĕçсем япăх пынине пула французсемпе акăлчансем хăйсен çарĕсене Норвегинчен илсе тухнă. Вĕсемпе пĕрле Норвегине патшапа правительство пăрахса кайнă. Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче  Норвегин тĕп пайенче çапăçакан юлашки çарĕсем парăннă, çĕртме уйăхĕн 10-мешĕнче вара Çурçĕр Норвегинче çапăçакан çарсем те парăннă. Çĕртме уйахĕн 16-мешĕ тĕлне нимĕçсем пĕтĕм Норвегине йышăннă.

Вăрçăн ку пайĕнче Аслă Британи 4400 çын, Норвеги 853 çын, Франци 400 çын, Польша 100 çын, Дани 17 çын çухатнă. Вĕсем пĕтĕмешле пурĕ 12 çар тата 9 шывай карапĕ путнă.

Германи 6100 çын, 14 çар тата 6 шывай карапне çухатнă.

Ӗçĕсене ăнăçлă ирттерсе Германи Данипе Норвегине хăй аллине илнĕ. Çавăн пекех шывай киммисемпе авиаци вырнаçтармашкăн Германи лайăх вырăн йышăннă, Скандинавинчи çĕрсенчен паха таварсем туртарса килессине çамăллатнă.




#Article 708: Францине тапăнса кĕни (1834 words)


Çав вăхăтрах нимĕçсен çарĕсем Бельги, Нидерланд çине тапăнса вĕсене хăй аллине илнĕ.

Çапла вара Германи çав вăхăтри хăйĕн тĕп тăшманне çĕнтернĕ, Аслă Британи çĕрĕ çине çитмелли вырăн тытса илнĕ.

Çу уйăхĕ пуçламăшĕ тĕлне Германин анăç енче 104 пехоттăллă, 9 моторлă тата 10 бронетанклă дивизи пулнĕ, вĕсенчи халăх шучĕ пурĕ 2,5 млн. çынпа танлашнă. Ку пĕтĕм вăя нимĕçсем виçĕ çар ушкăнне пайланă.  
Фёдор фон Бок генерал-фельдмаршал ертсе пыракан B çар ушкăнĕ 2 арминчен тăнă. Вăл ушкăн Çурçĕр тинĕсĕнчен пуçласа Аахен çити вырнаçнă.
Герд фон Рундштедт генерал-фельдмаршал ертсе пыракан A çар ушкăнĕ 4 арминчен тата бронетанк ушкăнĕнчен тăнă. Ку ушкăн Аахенпа Саарбург хушшинче вырнаçнă пулнă. Бронетанк ушкăнĕнче нимĕç танкĕсен ытларах пайĕ пулнă. Вăл ушкăнра ытларах пайĕпе  РZ-III тата PZ-IV çăмăл танксем пулнă. Çавăн пекех вăта танксем те пулнă:  РZ-III 329 штук,  PZ-IV 280 штук. Пурĕ бронетанк ушкăнĕнче 2574 машин пулнă.
Вильгельм Йозеф фон Лееб генерал-фельдмаршал ертсе пыракан C арми ушкăнĕ 2 арминчен тăнă. Вăл арми ушкăнĕ хĕвелтухăç енчи Лотарингинче тата Рейн хĕррипе вырнаçнă пулнă. 

Сывлăшран çарсене 3500 самолёт хӳтĕленĕ. Самолётсен шутне  Мессершмит BF-109 истребитель, Фокке-Фульф FW-200 «Кондор» тата Юнкерс JU-87 «Штука» бомбардировщиксем кĕнĕ. Вĕсем нимĕçсене хирĕç тăракан пĕрлешӳллĕ çарти самолётсенчен лайăхрах пулнă.
Çарсене пĕтĕмĕшле хушусем Гитлер хăй парса тăнă. Штаб начальникĕ  Вильгельм Кейтель, çарсене ертсе пыраканĕ Генрих Альфред Вальтер фон Браухич генерал пулнă.

Франци çарĕнче 2 млн. ытла халăх, 3609 танк пулнă. Танксен шутĕнчен 3 пин ытла Франци танкĕсем пулнă. Танксен шутне S-35 «SOMUA» вăта танк, B1 йывăр танк кĕнĕ. Вĕсем нимĕçсеннинчен лайăхрах пулнă. Франци çарĕ 3 бронетанк тата 100 ытти тĕрлĕ дивизинчен тăнă. Дивизисем виçĕ çар ушкăннĕ пайланнă. Пĕрремĕш çар ушкăннĕ  Гастон Бийот генерал ертсе пынă, вăл Ла-Маншпа Монменди хушшинче вырнаçнă пулнă. Ку çар ушкăнне 5 арми кĕнĕ. Ун шутнех Британин экспедици корпусĕ (генерал — Джон Верекер) те кĕнĕ. Иккĕмĕш çар ушкăнне Андре Гастон Претелаа генерал ертсе пынă. Виçĕ арминчен тăракан ушкăн Мажино йĕрĕ хĕррипе Монмендипе Эпиналь хушшинче вырнаçнă пулнă. Виççĕмĕш çар ушкăнне Бессон генерал ертсе пынă — вăл Мижино йĕрне хӳтĕленĕ.

Тĕп командир А. Дж. Джорджес генерал пулнă. Вăл хăй пĕрлешӳллĕ çарсен тĕп камандирне, Морис Гюстав Гамелен генерала пăхăнса тăнă.

Бельги çарĕсене III-мĕш Леопольд патша ертсе пынă, çарта пурĕ 600 пин çын пулнă. Голланд çарĕсене Генри Викельман генерал ертсе пынă, çарта пурĕ 400 пин çын пулнă. Ку икĕ çарта та хĕç-пăшал кивелнĕскер пулнă, салтакĕсем лайăх çапăçма пĕлмен. Анчах ку икĕ çарăн та хĕтĕленӳ систеи вăйлă пулнă, голландсен вара темиçе тăрăха шыв айне тума пултаракан каналсен системи пулнă.

Бельгин те Голландин те хӳтĕлев планĕсем пулман.

Франци, Бельги тата Нидерланда тапăнса кĕмелли операцине нимĕçсем «Гельб» (сарă) ят панă. Ăна Эрихом фон Манштейн шутласа кăларнă пулнă. Нимĕçсем Мажино йĕрĕ урлă кĕрес тесе шутламан, Бельгипе Голландине тытса илсе вĕсен çĕрĕ урлă Францине çитме шутланă. Нимĕçсен B çарсен ушкăнĕ Голландине тытса илмелле пулнă. А ушкăн вара Бельгине кĕмелле пулнă. Бельгине кĕрсен вĕсене хирĕç тăракан патшалăхсене Бельгине пулăшу кӳмешкĕн вăхăт парса чи малтан вăраххăн çапăçмалла пулнă. Кайран вара Арденн вăрманĕпе Стене ущельи урлă хăвăрттăн иртсе Францине кĕмелле пулнă. Унтан вара Кале патне тата Атлантика океанĕ енне тухмалла пулнă. Бельгинче юлнă акăлчансемпе французсен тата бельгиецсен çарĕсем ункăна лексен вĕсем çине B çар ушкăнĕ пырса çапмалла пулнă. 
А ушкăн каярахпа Мажино йĕрĕ патĕнчи Франци çарĕсене çĕмерсе тăкса C çар ушкăнĕпе пĕрлешмелле пулнă.

Нимĕçсен планĕсем кăштах авантюристла та пулнă — вĕсем нумай танксене Арденн сăрчĕсем урлă илсе тухасшăн пулнă. 

Франци çарпуçĕсем нимĕç çарĕсем 1914 çулхи пекех тапăнса кĕмелле тесе шутланă — Бельги урлă Франци çарĕсене айăккинчен иртсе кайĕç тесе шутланă. Çавăнпа та вĕсен планĕ тăрăх тĕп хӳтĕлĕнĕвне Диль юханшыв хĕрринче йĕркеленĕ, Мажино йĕрĕ çинче сахал çар кăна хăварнă.

Малтан калаçса татăлнă тăрăх нимĕçсен А тата B çар ушкăнĕсем Голландине тапăнса кĕнĕ. Нимĕçсен парашютлă çарсем  Роттердам, Гаага, Мурдейк тата Дортрехт хулисем çине анса Голландин шатли тăрăхсенчи ĕçе чарса лартнă. 60 тупăллă тата 1200 çынран тăракан Эбен-Эмаль питĕ вăйлă форта нимĕçсен 85 çынран тăракан десанчĕ тытса илнĕ. Çав вăхăтрах тĕп хӳтĕлев вырăнĕсене нимĕçсен авиацийĕ питĕ вăйлă аркатнă. Çу уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне нимĕçсем Альберт каналĕ патĕнчи голландсен хӳтĕлевне çĕнтернĕ.

Çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне нимĕçсен тĕп вăйĕ парашютистсем тытса тăракан кĕперсем урлă каçса «Голлад хӳтлĕхне» штурмлама пуçланă. 
Нимĕçсем Анверпенпа Роттердам патне çитнĕ. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче вĕсем Роттердамăн ĕçлĕ районне ним шеллемесĕр аркатса тăкнă. Çак кунах Надерланд хăй парăнни çинчен алă пуснă. Надерланд патша майри Англине тарнă.

Альберт каналĕ çинчи голландсемпе бельгиецсен хĕтĕлевне татса кайнă хыççăн Бельги çарĕсем Диль юханшывĕ патне чакнă. Кунта вĕсем юлташла патшалăхсенчен (ытларах пайĕпе акăлчансенчен) 35 дивизирен тăаркан пулăшу илнĕ. Нимĕçсен 6-мĕш арми (Вальтер фон Рейхенау генерал-фельдмаршал) хĕспине пула вĕсем  Антверпен-Лувен йĕрĕ патне чакнă. Сулахай енчи фланг çинче вара вĕсене 18-мĕш арми (Георг фон Клюхер генерал) хăратса тăнă. Çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинчи чи пĕрремĕш пысăк танксем хушшинчи çапăçу пулса иртнĕ — Гапнер генералăн 16-мĕш танк корпусĕ 3-мĕш çăмăл механизациленĕ дивизипе çăпăçнă. Нимĕçсем пурĕ 164 танк çухатнă, французсем — 104. Пĕрлешӳллĕ çарсем хăйсем ункăна лекнине тавçăрса илнĕ.

Тепĕр темиçе кунтан 18-мĕшпе 6-мĕш армисем çумне Ганс фон Клюге ертсе пыракан 4-мĕш арми хушăннă. Франци армийĕ Аррас патĕнче хирĕç тапăнас тенĕ, анчах та Эрвин Роммель ертсе пыракан 7-мĕш танк дивизийĕ вĕсен шухăшне пăснă. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Гудерианăн танк корпусĕ 1-мĕш французсен армине, Британин экспедици корпусне тата Бельги çарĕсенчен ыттисенчен уйăрса Булонь хулине тытса илнĕ. Ункăна лекнĕ çарсене нимĕçсем майĕпен пĕтерме тытăннă. Пĕрлешӳллĕ çарсен ытти пайĕ вара Шильда юханшывĕ патне чакнă. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Бальги патши капитуляци хутне алă пуснă. Акăлчансем вара Дюнкерк патне чакнă.

Анчах сасартăк Гитлер Дюнкерк çине тапăнма чарса хунă. Дюнкерк çине тапăнакан тĕп вăй 4-мĕш армин пехота пайĕнчен тата Люфтвафферен тăнă, моторлă тата танк дивизисем вара хыçалтан пымалла пулнă. Ку йышăну пирки Дюнкерк патĕнчи вырăна кăштах çирĕплетмешкĕн вăхăт тупăннă.

Ку йышăну пирки хальхи куна çитиех тавлашусем пыраççĕ. Галдер çирĕплетсе каланă тăрăх Гитлер вăл вăхăтра Париж енчен 400-500 пинлĕ çар килессинчен хăранă. Теприсем каланă тăрах кунпа Гитлер ырă ĕç тунă имĕш. Çапла туса вăл каярах Аслă Британипе мирлĕ килĕшӳ тунă вăхăтра хăйне валли ыръен хатĕрленĕ. Темле пулсан та  люфтваффе ĕçĕ ăнăçман, тапăнăвĕсен ытларахăш пайне Кăнтăр Англире вырнаçнă  Спитфайр истребителĕсем сирсе янă: акăлчансен 106 самолёт пĕтнĕ пулсан нимĕçсен вара — 140. Ку вăхăтпа усă курса пурĕ 338 пин çына эвакуациленĕ. Британин экспедициллĕ çарĕнче пурĕ 68 пин çын вилнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕ тĕлне Бельгипе Нидерланд çĕрĕсене нимĕçсем тĕппипех тытса илнĕ.

Çу уйăхĕн 10-мешĕнче А çар ушкăнĕ Арден урлă çул тытнă хыççăн Маас патне çитнĕ. Ку икĕ кун хушшинче пĕрлешӳллĕ çарсем Бельгине кайса ункăна лекнĕ. А çар ушкăнĕн авангардĕнче танк ушкăне (5 бронетанкпа 3 моторлă дивизи) пынă. Çурçĕр енче 2 бронетанк дивизирен тăракан Терман Готăн танк корпусĕ пынă. Французсем нимĕçсене Арден тăвĕсем урлă кĕтмен пирки нимĕçсем 9-мĕшпе (Андре Жорж Корап генерал ертсе пынă) 2-мĕш (Шарль Юнцер генерал ертсе пынă) армисене хăвăрт çапса аркатнă. Нимĕçсене чарас тесе Франци утлă çар янă, анчах нимĕçсем вĕсене çăмăллăн çапса аркатнă. Авиаци пулăшнипе Готăн пĕр танк дивизийĕ Шо юханшыв урлă каçнă. Клейст танк ушкăнне кĕрекен Георг Рейнхардпа Ганс Гудераин танк корпусĕсем вăл юханшывах Монтермепе Седан патĕнче каçнă. Çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Францин икĕ армийĕ те пĕтнĕ. Нимĕç танкĕсем çуран çартан уйрăлса хăварттăн Франци ăшне кĕрсе кайнă.

Хӳтлĕхри хăш-пĕр шăтăксене пĕтерес тесе çу уйахĕн 16-мĕшĕнче Морис Гамелен генерал тĕп резерври тата ытти пайсенчен çĕнĕ 6-мĕш армине туса хума хушнă. Анчах ку кая юлнă ĕç пулнă. 9-мĕш армине ертсе пыракан Андре Корап генерал вырăнне тепĕр генерал Анри Жиро йышăннă. Вăл хăйĕн çарне çĕнĕлле йĕркелеме пуçланă, анчах та тăшман ункине лекнĕ. Çу уйăхĕн 17-мĕшпе 19-мĕш хушшинче Шарль де Голль (каярахпа вăл Францин хирĕçле юхăмĕн ертӳçи пулса тăрать, тата каярахпа — Франци президенчĕ) бригада генералĕ 4-мĕш танк дивизипе нимĕçсен кăнтăр енчи çарсене виçĕ хутчен çапса аркатнă. Ку вăл пĕтĕм вăрçă вăхăтĕнче французсен пĕртен-пĕр ăнăçлă çапăçăвĕ пулнă. Анчах та нимĕçсем вăйлă хирĕç тăнипе тата шучĕпе ытларах пулнипе сывлăшри çапăçусенче чакма тивнĕ. Нимĕçсен танкĕсем Атлантика океанĕ хĕррине Абвильтен анăçалларах тухнă. Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче вара нимĕçсем Британин экспедици корпусĕ усă куракан тĕп портне, Шербу хулине, ярса илнĕ. Ку вăхăтра Франци çарĕ Соммăпа Энне юханшывĕсем хĕрринчи хӳтлĕхе вăйлăлатнă.

Нимĕçсен çарĕ пĕр уйăх хушшинче Бельгипе Нидерланд çарĕсене, çавăн пекех Британин экспедициллĕ çарĕсемпе Франци чи лайăх çарĕсене çапса аркатнă. Фландрипе Çурçĕр Франци нимĕçсен аллинче пулнă. Франци çарĕн хăюллăхĕ пĕтнĕ, нимĕçсем вара хăйсене çĕнтереймен çар пек туйма пуçланă. Францине çитес вăхăтра аркатасси паллă пулса тăнă.

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче нимĕçсем хăйсен çарĕсене вăрçă пуçланичен калаçа татăлнă пек йĕркеленĕ. B çар ушкăнĕ хĕвеланăç енче Соммăпа Буржуа хушшинче вырнаçнă, А çар ушкăнĕ — Буржуапа Мозель хушшинче. А çар ушкăнăн сулахай енчи флангĕ Швейцари чикки таран çитнĕ. Вĕсене хирĕç вара французсен 3 çар ушкăнĕ тăнă: 3-мĕш (Бессон генерал ертсе пынă) çар — океан çыранĕнчен пуçласа Ремс хушшинче тăнă; 4-мĕш (Юнцигер генерал ертсе пынă) — Мааспа Монменди хушшинче; 2-мĕш (Претелаа генерал ертсе пынă) — Мажино йĕрĕ тепĕр енче тăнă. Пур Франци çарĕнче 65 аманса пĕтнĕ тата япăх хатĕрленнĕ дивизи шутланнă.

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнчех нимĕçсен B çар ушкăнĕ французсен 10-мĕш  çар хӳтĕлевне çĕнтерсе Сена патне тухнă. Шотландсен 51-мĕш хайлендерсен дивизипе франуцузсен 10-мĕш корпусне хĕссе нимĕçсем çыран хĕрне çул тытнă. Нимĕçсен атакине чăтаймасăр шотландсен 51-мĕш дивизи тата французсен 10-мĕш корпусĕ çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчех парăннă. 3 çар ушкăнĕн тухăçри пайĕсем çирĕпрех тăнă, анчах та çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕсен те Сена патне чакма тивнĕ. Нимĕçсен A ушкăнĕ, B ушкăнĕнчи танксемпе çирĕпленнĕскер, Шарлон-сюр-Марна патĕнче Францин 4-мĕш çар хӳтĕлевне сирсе ярса кăнтăралла çул тытнă. Клейст танкĕсем вара Шато-Тьери патĕнче Марна урлă каçнă. Утă уйăхĕн 14-мĕшĕнче нимĕç çарĕсем Парижа кĕнĕ. Франци правительстви Бордо хулине тарнă.

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Франци парăнмаллине курса Итали диктаторĕ Бенито Муссолини Франципе вăрçă пуçлани пирки пĕлтернĕ. Италин Вест çар ушкăнĕ Францине çул тытнă. Вест ушкăна Умберт принц ертсе пынă, унта пурĕ 323 пин салтак пулнă. Çавăн пекех вăл çарта 3 пин тупăпа миномёт пулнă. Вест çар ушкăнĕ 22 дивизирен тăнă. Италсен 7-мĕш армипе танк дивизийĕсем сапасра юлнă. Вĕсене хирĕç тăракан Ольдри генералăн альп çарĕ 175 пин салтакран тăнă. Вĕсем лайăхрах вырăнта ларнă пирки италсен атакисене сирсе янă. Италсем кăнтăр енче çеç кăштах Франци çĕрĕ çине кĕме пултарнă. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Франци парăну хучĕсене пуснă кунхине, виçĕ колоннăпа пыракан 32 дивизине французсем чарма пултарнă. Италишĕн ку пысăк путланăвĕ пулнă.

Францин çурçĕр енче ĕçсем вара ун пекех лайăх пулман. Океан енчи пĕтĕм çыранĕ, Шербур çитиех, тăшман аллинче пулнă. Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшпе 15-мĕшĕсенче нимĕçсен C çар ушкăнĕ те Францине тапăнса кĕнĕ. Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче вĕсем Луара урлă каçнă, хăш-пĕр çар пайĕсем Франци Альпĕ таран çитнĕ. Мажино йĕрĕ хыçĕнче татăлса юлнă Франци пайĕсем çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче парăннă. Хĕвеланăç енче  нимĕçсем Бордо таранах çитнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Франци правительстви Уинстон Черчиль сĕннĕ Аслă Британипе Франци хушшинчи татăлми пĕрлешĕве тытса пырасси, вĕçне çити çапăçмалли пирки килĕшмен.  Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче вара Компьен вăрманĕнче Гитлерпа Юнцигер генерал тĕл пулса Франци парăнни çинчен хут алă пусса çирĕплетнĕ. Хута 1918 çулхи  мирлешĕве пуснă вагонрах пуснă. Официаллă майпа вара çапăçусем çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçленнĕ.

Парăну хутсемпе килĕшӳллĕ Францин 3/5 пайĕ Германине пăхăнма пуçланă. Франци çарĕсене салатнă, нимĕçсене вара французсем хăйсем тăрантарса пурăнмалла пулнă. Итали вăл килĕшӳ тăрăх 832 тв. çх. çĕр илнĕ. Франци флотне те пĕтермелле пулнă. 7 линкортан, 48 эсминецран, 18 крейсертан, 71 шывай кимминчен тăракан флота пĕтернине Франципе Итали пĕрле тĕрĕслесе тăмалла пулнă.

Франци çарĕ вăрçăн ку тапхăрĕ вăхăтĕнче 84 пин çын вилнисемпе, çур миллион ытла тыткăна лекнисемпе çухатнă. Флочĕ, сывлăш çарĕпе танк çарĕсен пĕр пайне пĕтерме тивнĕ, тепĕр пайĕ нимĕçене лекнĕ.

Нимĕçсем пурĕ 27 074 çын вилнисемпе çухатнă. Çавăн пекех 18 384 çын хыпарсăр çухалнă, 111 043 çын аманнă.




#Article 709: Пĕрремĕш совет-финн вăрçи (636 words)


 

Пĕрремĕш совет-финн вăрçи (финнсем ăна финн çыннисем ирĕклĕн тухнă экспедицисем тесе калаççĕ, heimosodat [хеймосодат]), — советсемпе финнсем хушшинче сиксе тухнă хĕçпăшаллă хирĕçӳ. Вăрçă 1918 çулхи кăрлачăн варринче финн отрячĕсем Финляндире вырнаçнă вырăс çарăн пайĕсем çине тапăннинчен пуçланнă. Официаллă ку вăрçа Финлянди 1918 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланă. Варçă пуçлани çинчен пĕлтернĕ хыççăнах Финлянди вăрçа вăйлă пикеннĕ, вырăссен Тухăç Карелине хăй аллине тытса иле пуçланă.

Тухăç Карели çырса хăварнă истори тăрăх вырăссен çĕрĕ пулнă. Малтан вăл Обонеж пятинине, каярахпа Новгород Руçĕн Вотск пятинин пайне кĕнĕ. Историн тепĕр тапхăрĕнче вăл Лоп погосчĕ шутĕнче пулнă. Мускав Руçĕ вăхăтĕнче Карели уесĕн пайне кĕнĕ. Каярахпа тата Раççей империн Олонецк тата ытти кĕпернисем шутĕнче пулнă. Çак çĕрсене тытса илес тесе вăрçă пуçланă та ĕнтĕ Финлянди.

Анăç Карели малтан Новгород Руçри Вотск пятинин карель çурри пулнă. XV ĕмĕр вĕçĕнчен пуçласа Мускав Руçĕн Карели уесне кĕнĕ. Финляндире ямьпа сумь йăхĕсем пурăннă пулсан Карелире вара карелсемпе вырăссем пурăннă. XII ĕмĕрĕн çурринчен пуçласа шведсем новгордсене кăнтĕр енчи Финляндирен хăваласа янă. Каярахпа вĕсемех темиçе хутчен Карелине хăйсен аллине илес тесе çапăçаççĕ. 1142 çулта, тĕслĕхрен, вырăссен çулçыравĕнче шведсем 60 шнек çинче Финляндин кăнтăр енне çитсе 150 новгород купсисене вĕлерни çинчен çырса хăварни пур. 1164 çулта шведсем 55 шкут çинче килсе Ладога çине тапăннă, анчах вĕсене хирĕç Святослав кнеç хирĕç тăнине пула вĕсен ĕçĕ ăнман. 1240 çулта Ульв Фасси швед ярлĕ шведсенчен, норвегсенчен, тата çавăн пекех сумьпе ямь халăхĕсенчен тăракан çара ертсе пырса Ладогăпа Новгорода тытса илме шутланă. Нева тинĕсе юхса кĕнĕ вырăнта вĕсемпе Александр Невски тĕл пулнă та çапса аркатнă. 1283, 1284, 1292, 1293 çулсенче шведсемпе ямьсем каллех Ладога, Карели тата Ижор çĕрĕсем çине тапăнаççĕ. 1300, 1310, 1313, 1317, 1338, 1348, 1392, 1396, 1411, 1444-1446 çулсенче шведсемпе ямьсем Нева тинĕсе юхса кĕнĕ çĕре, çавăн пекех Анăç Карелине, Ладогăна, Обенеж çĕрĕсем çине хĕçпе кĕреççĕ. Швеци каярахпа та ку çĕрсене (Анăç Карели, Ижор çĕрĕсем) хăйĕн аллине илесси пирки манман. Мускав Руçĕн ливон вăрçи тапхăрĕнчи 1544, 1547, 1554-1557 çулсенче, тата çăвăн пекех 1590-1592 çулсенче вĕсемпе çапăçса илме тивет. 1617 çулта шведсем пĕтĕм Анăç Карелине, тата çавăн пекех Невапа Ладогăн çыранĕсене тытса илнĕ. Вырăссемпе карелсен хăйсен вырăнĕсене пăрахса тарма тивнĕ. Вĕсем Тухăç Карелире тата Тверь тăрăхне пурăнма куçнă. Вырăссемпе карелсем вырăнне кунта вара шведсем, финнсем, тата нимĕçсем килнĕ. Çурçĕр вăрçи вăхăтĕнче I-мĕш Пётр ку çĕрсене каялла тавăрать, вара вăл сĕрсен пĕр пайĕ Выборг, тепĕр пайĕ Петербург кĕпернине кĕме пуçланă.

Ака уйăхĕн варринче нимĕçсем çарĕсем пулăшнипе Гельсингфорсра финнсем вырăссен суту-илӳ карапĕсене тытса илеççĕ, вырăс офицерĕсемпе матросĕсене тыткăна илеççĕ, вырăс усламçисен пурлăхне çаратаççĕ.

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче финнсен çарĕсем Ино вырăс форчĕ патне çитеççĕ. Ку форт Петербурга хӳтĕлекен чи вăйлă пост пулнă. Кронштад комменданчĕ хушăвĕпе тупăсен пĕр пайне сирпĕтсе янă, ыттисем финнсен аллине лекнĕ.

Пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Финлянди премьер-министрĕ Тухăç Карелине Кола çурутравĕ финнсене памалли пирки калаçу пуçлать, пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вара финнсен Маннергейм генерал «Валлениус планне» çирĕплетет. Ку планпа финнсем çамрăк совет патшалахĕн çĕрĕсене Печенга-Кола çурутравĕ-Шурă тинĕс-Онеж тинĕсĕ-Свирь юханшывĕ-Ладога кӳлли йĕрĕ таран турса илмелле пулнă.

Çу уйăхĕн 10-пе 12-мĕш кунсем хушшинче финн отрячĕсем Печенга çине патăнаççĕ, анчах та вĕсене хĕрлĕ гвардеецсем хирĕç тăнипе вĕсен ĕçĕ ăнмасть.

Финнсен тапăнса кĕрнине чарма Совет Раççейне Антанта командованийĕ те пулăшă кӳнĕ.

Çу уйăхĕнче Маннергейм генерал Раççее хирĕç вăрçă пуçлани çинчен хут кăларать, Петербург çине тапăнса кĕме хатĕрленет, анчах вĕсен планĕсемпе нимĕçсем килĕшмеççĕ.

Ака уйăхĕн 21-пе 22-мĕшĕсенче финн çарĕсем Тухăç Карели çине Олонецк еннелле пĕтĕм вăйне пухса тапăнса кĕме пуçлаççĕ.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче финнсем Видлицăна, ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Толксăна, вăл кунхи каçхинех — Олонец хулине тытса илеççĕ. Тепĕр кунне Вешкелица вĕсен аллине лекет. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пряжа патне çитеççĕ, Сулажгорăна кĕреççĕ, Петрозаводск вĕсен аллине лекме пултарни палăрса тăрать. Çав вăхатрах çурçĕр енчен Петразаводск патне акăлчансемпе Канада патшалахсен çарĕ хăратса тăрать. Анчах та финнсем Петразаводска çитеймеççĕ, вĕсен тапăнăвне Хĕрлĕ Çар ака уйăхĕн вĕçĕнче чарма пуçланă.

Çупа çĕртме уйăхĕсенче Хĕрлĕ Çар Ладога кӳллин хĕвелтухăçпа çурçĕр енчи çыранĕсенче финнсене, лешсем вĕсенчен ытларах пулнă пулин те лайăхрах хĕç-пăшаланнă пулин те вĕсене чарма пултарнă.




#Article 710: Хĕрлĕ Чутай районĕн гербĕ (176 words)


Хĕрлĕ Чутай районĕн гербĕ — Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕн символĕсенчен пĕри. 
Герба 2008 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕнче Херлĕ Чутай районĕн депутатсен пухăвĕнче йышăннă. Герб авторĕ — В. Шипунов.

Йăм хĕрлĕ уйĕнче лазурь тĕспе вĕçленчĕк çинче ылтăнпа сăрланă икĕ ура çине тăнă çунатлă ута кĕмĕл чăваш паттăрĕ ылтăн йĕвенпе тытса тăрать. Ытти пайĕнче - Чăваш Республикин саккунĕсемпе çирĕплетнĕ символики.

Пĕтĕмĕшле хулкан евĕр курăнать. Герба хĕрлĕ, сарă, сенкер тата симĕс тĕссемпе ӳкернĕ.

Гербăн варринчи хĕрлĕ тĕсĕ республикăри администрациллĕ пайланнине, çавăн пекех район ятне сăнласа кăтартать. Ку хĕрлĕ тĕс çинче юман çулçине сăнласа кăтартнă. Юман çулçи район çĕрне вăрман чылай хупланине, унта юман нумай ӳснине палăртать. Юман çулçине сарă тĕспе йĕрлесе тухнă, юман çулçи ăшĕнче сарă тĕслĕ пучах. Пучахĕ вара çăкăра санласа катăртать. Герб тĕпĕнчи кăвак тĕслĕ пайĕ Сăр юханшывне кăтартать. Ун синче 1927 çырнă — çак çулта района туса хунă. Гербăн çӳлти пайĕнче «Хĕрлĕ Чутай» çырса хунă. Çырнин айĕнчен хĕрлĕ тĕспе туртса тухнă. Икĕ йĕр варринче «Пурнăç йывăççине» сăнлакан паллăпа пĕрлешеççĕ.

Хĕрлĕ фон çинче хĕвеле сăнлакан икĕ ӳкерчĕк ӳкерсе хунă. Ку пĕтĕм композицине йĕри-тавра симĕс тĕспе чĕрсе тухнă.




#Article 711: Дерипаска Олег Владимирович (222 words)


Оле́г Влади́мирович Дерипаска (1968 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ; Дзержинск, Горький облаçĕ, РСФСР) — раççей усламçи, миллиардер, «Базовый элемент» компанин сăнав канашĕн председателĕ (2009—2012 çулсенче — тĕп директор) тата пĕртен-пĕр бенефициар-харпăрçи. ральный директор, член совета директоров Объединенной компании «Русал» тĕп директорĕ, Пĕрлешĕннĕ компанин директорĕсен канашĕн пайташĕ, En+ Group директорĕсен канашĕн председеателĕ. «Вырăс алюминийĕ» компанин директорĕсен канашĕн председалĕ (2000—2007), «Çĕпĕр алюминийĕ» (1997—2001) компанин президенчĕ,  «Саяногорск алюмини савучĕн» тĕп директорĕ (1994—1997). 2008 çулта ăна чи пуян раççей çынĕ тенĕ; 2012 çул тĕлне Раççей миллиардерĕсем хушшинче 14-мĕш вырăнта.

Тепĕр виçĕ çултан постсовет таврашĕнче пĕрремĕш вертикаллă интеграциленнĕ промыçлă компани — «Çĕпĕр алюминийĕ» ушкăнне йĕркелет, унăн тĕп варĕ Саян алюмини завочĕ пулса тăрать. Малашнелле ушкăн шутне темтĕрлĕ алюмини япалисене кăларакан Раççей алюмини комплексĕн чи тухăçлă завочĕсем (пĕрмĕш алюмини кăларакан Новокузнецк алюмини завочĕ; Таджик алюмини завочĕ; алюмини прокатне кăларакан САМЕКО, Самара хули; алюмини лентине кăларакан ДОЗАКЛ, Дмитров хули, Мускав облаçĕ, апат-çимĕç фольгине кăларакан САЯНАЛ, Раççей-Итали-АПШ пĕрлĕхлĕ завочĕ; алюмини прокатне кăларакан БКМПО, Белая Калитва хули, Ростов облаçĕ) кĕреççĕ. Тепĕр виçĕ çултан Олег Дерипаска ертсе пыракан «Çĕпер алюминийĕ» ушкăн тĕнчере алюмини шăратакансен вуннăлăхне кĕрет.

Каярахпа вăл 2000 çулта туса хунă «Вырăс алюминийĕ» компани тĕп директорĕ пулса ĕçлет, çав компани Раççейре 70 %, тĕнчепе шутласан — 10 % ытла алюмини кăларать.

Олег Дерипаска — Раççей промышленниксемпе усламçăсен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ, Пĕтĕмтĕнчери сутăç палатин Раççей Наци комитечĕн правлени ертӳçи, Раççей Федерацин Ертĕвĕн усламĕçлĕх Канашĕн членĕ.

 




#Article 712: Термен Лев Сергеевич (285 words)


Лев Сергеевич Термен — вырăс инженерĕ, кăсăкла кĕвĕ инструментне — терменвокса (1920) — шутласа тăваканĕ. Лев Сергеевич 1896 çулхи çурла, 28 кунĕнче, Санкт-Петербургра çуралнă, 1993 çулхи чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.

Лев Термен нимĕç тата франци (францилле ăрат хушаматне Theremin тесе палăртнă) тымарĕллĕ дворян православи çемьинче çуралнă. Амăшĕ — Евгения Антоновна тата ашшĕ — паллă юрист Сергей Эмильевич. Лева пĕлӳ пама укçа шеллемен. Пуласлăхра çак ăна питĕ пулăшнă.

Нью-Йоркра пурăннă чух Альберт Эйнштейнпа паллă пулнă. Паллă физик Термен патне хваттере кĕнĕ пулнă. Термен каласа кăтартнă тăрăх, Эйнштейн пĕрмаях сĕрме купăспа аппаланатчĕ тет, вара йăлăхтарса çитерчĕ те кăларса ямалла пулчĕ тет. 

Революци тапхăрĕсенче Ленинпа туслă пулнă (Лев Сергеевич асăннă май, большевиксем хаваслăрах пурăннă, çавăнпа вĕсем патне кайнă пулнă. Вăл политикăна хутшăнман, техникăпа тăрмашма юратнă), анчах та партине кĕмен. Владимир Ильича вăл кĕрепех тесе шантарнă, вара 1991 çулта тин панă сăмаха пурнăçлама тӳр килнĕ. Çав çулах ĕнтĕ КПСС та, СССР та арканса кайнă.

Совет вăрçă разведкин пуçлăхĕ Ян Берзин хушнипе ĕçлесе илнĕ укçасемпе Термен «Teletouch» компание йĕркелет те Çĕнĕ Йоркра 99 çуллăха улттă этажлă çурта мусăк-ташă студи валли арендăна илет. Çакă вара АПШ-ра СССР сутă-илӳ элчĕлĕхĕсене уçма май парать, вĕсен «хӳттипе» совет разведчикĕсем ĕçлеме пултараççĕ.

Кĕçех Лев Термен Çĕнĕ Йоркра питĕ паллă çын пулса тăрать. Унăн студине Джордж Гершвин, Морис Равель, Яша Хейфец, Иегуди Менухин, Чарли Чаплин, Альберт Эйнштейн пырса кураççĕ.

Çаплах вăл Джон Рокфеллер финансă магначĕпе, АПШ пулас президенчĕпе Дуайт Эйзенхауэрпа паллашать.

Чи паха оркестрсемпе Лев Термен Америкăпа Европăра концертсемпе çӳрет. Терменвокс тумалли ĕçсем тĕрлĕ çĕр-шывран пуçтарăнаççĕ.

Талантлă балерина тата АПШ-ра паллă хӳхĕм хура ӳтлĕ Лавиния Вильямс хĕрарăм, Термен аппарачĕ умĕнче ташăсене кăтартать. Вăл унăн арăмĕ пулать (пĕрремĕш арăмĕпе Лев уйрăлать).

Лев Сергеевич пенсине тухсан та, ĕçе пăрахман — МПУ-ĕн физика факультетĕнче инженер вырăнĕнче ĕçленĕ.




#Article 713: Урум чĕлхи (108 words)


Урум чĕлхи, — кăпчак ушкăнне кĕрекен грек-урумсен чĕлхи. Ку чĕлхе урумсем нумай пурăннă вырăнта саралнă: Донецкпа Запорожье облаçĕсенче. Çавăн пекех пĕчĕк ентешлĕх Грецире пур.

Урум чĕлхи 4 диалект çине пайланать.

Халĕ ку чĕлхепе калаçакансем Çурçĕр Азовçумра пурăнаççĕ. Вĕсене унта 1778 çулта Раççей правительстви Крымран куçарнă. 

Урум чĕлхи кăпчак чĕлхинчен пулса кайнă. Крым тутарĕсен чĕлхине çывăх, çавна май ăна унăн диалекчĕ вырăнне те хураççĕ. Теприсем вара ăна уйрăм чĕлхе тесе шутлаççĕ.

Урум чĕлхиллĕ текстсене кăштах грек алфавичĕпе çырса хăварнă. 1927-1937 çулсем хушшинче латиница çинче никĕсленекен çыруллах йĕркеленĕ. Букварь кăларнă, шкулта вĕрентнĕ. 1937 çул хыççăн вара çыруллăхне пĕтерсе лартнă. 

Урум чĕлхипе çыхăннă кĕнекесем питĕ сахал. Темиçе словаре çеç асăнма пулать.




#Article 714: Каховский Василий Филиппович (159 words)


Каховский Василий Филиппович, — Вăтам Атăлçи тăрăхне тĕпченĕ паллă археолог, профессор. 1916 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Атнаш ялĕнче çуралнă. Василий Филипповичăн пурнăçĕ 1993 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче татăлнă.

Василий Филиппович Хусан кĕпернинчи Атнаш ялӗнче хресчен çемйинче çуралнă.

Малтан Канаш педтехникумӗнче вӗренсе тухнӑ. 1935-мӗш ҫултанпа ял шкулӗнче вӗрентнӗ. 1941 çулта Василий Филиппович Чăваш патшалăх педагогика институчĕн çутçанталăкпа тĕпчев тата Мускаври Н.Г. Чернышевский ячĕллĕ истори, философи тата литература институчĕн истори факультетне куҫӑмлӑ мар майпа вӗренсе пӗтернӗ. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1946-мӗш ҫӳлтан пуҫласа 1967-мӗшччен Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вӗрентнӗ. 1955-1958 çулсенче Чăваш АССР çутĕç министрĕ пулса ӗҫленӗ. 1958-1967 çулсенче — ЧППИ-н истори кафедрин ертӳçи. 1967-1989 çулсенче — ЧПУ истори факультечĕн пĕрлехи истори кафедрин ертӳçи. 1969 çулта профессор ятне тивĕçнĕ. 1989-1993 çулсенче — НИИЯЛИЭ-н археологипе антропологи уйрăмĕн ертӳçи. Пурнӑҫӗ 1993-мӗш ҫулхи ҫурлан 24-мӗшӗнче кӗтмен ҫӗртен татӑлнӑ. 

Василий Филипповичăн вĕрентӳçи — паллă археолог Смирнов А.П. Каховскин тĕпчев ĕçĕсем питĕ анлă пулнă, вăл чуллăхлă ĕмĕрсенчен пуçласа кай вăтам ĕмĕрсем таранчченхи палăксене тупса тĕпченĕ.




#Article 715: Куликово патĕнчи çапăçу (719 words)


Куликово патĕнчи çапăçу, — 1380 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Куликово уйĕнче пулса иртнĕ çапăçу. Ку уй Дон, Непрявда тата Хитре Меча хушшинче вырнаçнă, лаптăкĕ 10 тв. çх. патнелле.

Вожа юханшыв хĕрринче тутарсен çар ушкăнне çапса аркатни Мамая питĕ килĕшмен — Дмитрий Иоанновича ку ĕçшĕн явап тыттарас шухăш çуралнă. Пысăк çар пухса вăл Мускав еннелле çул тытнă. Ăна пулăшма Литван аслă кнеçĕ Ягайло та тухнă. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче таса чунлă Сергийрен пил сăмахĕсене илнĕ хыççăн Дмитрий Иоаннович Мамая хирĕç харçа тухнă. Дмитрий Иоанновичпа пĕрле çапăçăва унăн шăллĕ Владимир Андреевич тата нумай вырăнти кнеçсем пулнă. Çавăн пекех вĕсен çар шутĕнче Коломнăри çар та пулнă. Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Дмитрий çарĕ Донпа Непрявда патне çитсе тăна. Мамай вара 3 эрне ĕнтĕ Непрявда патĕнче Ягайло çарне кĕтсе тăнă. Ягайлопа Мамай пĕрле ан çапăçчăр тесе вырăссем çапăçăва пуçлас тенĕ.

Мамай çарĕн шутне çапла пĕлме пулать: 1385 çулта Тавриз çине харçăпа кайнă чухне Тăхтамăш пĕтĕм Ылттăн Урта çĕрĕнчен 90 пинлĕ çар пухнă. Мамай вара Ылттăн Уртан анăçри çĕрĕсене кăна тытса тăнă. Куликово патĕнчи çапăçура Мамай пĕтĕм çарне çухатнине асра тытсан, тата пилĕк çул хушшинче çынсен йышĕ хăвăрт тулманнине асра тытсан, тутарсен çарĕнче 70-75 пин çын пулнă тесе шутлама пулать.

Дмитрий пĕтĕм Çурçер-Тухăç Руçĕн çĕрĕнчен çынсене пухнă. Мускавпа пĕрмай тупăшакан Тверь те хăйĕн çарне илсе килнĕ. Çавăн пекех Дмитрий çарĕ шутне Кисан тăрăхĕнче Ольгердович кнеçĕсен (Ягайло шăллĕсем) Псковпа Брянскри полкĕсем кĕнĕ.

Пуçтарăннă çар шутне тĕрлĕрен çырса хăварнă. Çулçыравçăсем 150-250 пинлĕ çар пирки çырса хăварнă. Каярахпа тĕпчевçĕсем (Е. А. Разин тата ыттисем) вăл вăхăтри вырăссен халăх шутне, çара епле çынсене пухнине, вырăс çарĕ çапăçу хирне çитнĕ вăхăта (кĕперсен шутне тата вĕсем урлă каçнă вăхăта шута илсе) тĕпе хурса тĕпченĕ хыççăн Дмитрий çарĕнче 50-60 пин çын пулнине палăртнă. В.Н. Татищев та 60 пинлĕ çар пирки çырса хăварнă. Дмитрийĕн хăйен çарĕ 20-25 пин çынтан çеç тăнă, ыттисем вара — ăна пулăшма килнисем. Çарта 20 пин юланут, 30 пин çуран утакан çар пулнă. Дмитрий Иоаннович ку пысăк çара пиллĕк пая пайланă: малти, аслă, сылтăм алă, сулахай алă тата сыхлавлă полксем çине.

Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче уйя тĕтре ярса илнĕ, çавна май 11 сехетчен хире-хирĕç тăракан çарсем вырăнтан хускалман. Тĕтре сирĕлнĕ хыççăн тутарсемпе вырăс çарĕсем пĕрне-пĕри хирĕç тухнă. Тутарсен çуран çарĕ варринче, юланутсем вара хĕррипе пынă. Пĕр-пĕрин патне çитнĕ хыççăн çарсем чарăнса тăнă.

Çапăçу пуçлас умĕн çарсенчен икĕ паттăр тухнă — Александр Пересвет тата Челепей (Телепей). Пер-перин хышшинчи çапăçура икĕ паттăр та пуçне хунă хыççăн уйра икĕ çар хушшинчи çапăçу пуçланнă.

Малти ретри полк тутарсен атакине хирсе янă пулин те тутарсем вĕсене пăтратса ярса вырăссен варринчи çарĕ çине пырса кĕнĕ. Вырăс çулçыравçисем çырса хăварна тăрăх ку çапăçу юнлă пулнă, нумай тăсăлнă. Темиçе сехет хушши çапăçнă хыççăн çапăçу уйĕнчи лару-тăру курăнма пуçланă. Вырăссем сылтăм енче тутарсемпе ăнăçлă çапăçнă — çырма вĕсене самай пулăшу кӳнĕ. Варринче вара тутарсем самай вăйлă вырăссене хĕснĕ, анчах Владимирпа Суздальтен килнĕ полксем вĕсене хирĕç çирĕп тăнă. Вĕсем витĕр тухма вара тутар юланучĕсене çĕр çинче выртакан вилĕсем чăрмантарнă. 

Тутарсем хăйсен çарĕсене пуçтарса сулахай енчен вырăссем çине тапăннă. Анчах та кунта вĕсем тапăнасса кĕтнĕ пулнă. Тутарсем вырăссен сулахай енчи полкне çапса çĕмернĕ. Дмитрий Ольгердович полкĕ сулахайн енчи фланга тата аслă полкăн тылне хӳтĕлеме çеç пултарнă. Сыхланса юлнă сулахай алă полкĕн çар çыннисем Непрявда патнелле тара пуçланă — вĕсем хыççăн тутар юланучĕсем вĕçтернĕ.

Вырăссен сыхлавлă çарĕ ку хушăра çапăçăва хутшăнман. Çарĕ çапăçасшăн пулнă пулин те Боброк çарпуçĕ вĕсене тытса чарнă. Тутарсем сулахай алă полкне çапса çĕмĕрнĕ хыççăн вара ку полк çапăçăва хутшăннă. Тутарсен юланучĕсене хирĕç хыçалтан кĕрсе вырăссем вĕсене юханшыва хăваласа кĕртнĕ. Унтах çапса аркатнă. Çак вăхăтрах аслă полкпа сылтăм алă полкĕ тутарсене тирĕç тапăнма пуçланă. Тутарсем тара пуçланă.

Хăйĕн çарĕ тара пуçланине курсан Мамай пĕчĕк ушкăнпа тарнă. Сыхлавла çарĕ тутарсене Хитре Меча таранах хăваланă.

Вырăс çулçыравçисем вилнисем шутне самай пысăклатаççĕ. Вĕсем çырса хăварнă тăрăх вилнисен шучĕ 1,5 млн. таран çитет. Тĕрĕсрех каласан вара икĕ енчи çарсен çухатăвне пĕрлештерсен 100 пин пуçтарăнать. Кая юлса çитнĕ Ягайло кнеçĕн çарĕ аманнисене тустарнă, çаратнă. Авăн уйăхĕн 9-мĕшпе 16-мĕшĕ хушшинче вилнисене пытарнă. Тăванла вилĕ тăпри çинче чиркӳ лартнă (халĕ вăл сыхланса юлман).

Дмитрий каялла чаппа таврăннă. Олег Рязанский ăна асли шутне хунă, килĕшӳ туса алă пуснă. Халăх çĕнтерӳпе хавасланнă — Дмитрийе Донской, Владимира — «Храбрый» (хастар) хушма ят панă. Халăх ку çентерӳпе Ылттăн Урта вăйĕ чакнă тесе шутлама пуçланă, анчах та кăшт каярах йăнăшнине туйса илнĕ.

Икĕ çул иртсен Тăхтамăш Мускав çине тапăнса килсе йăлтах çаратса кайнă. Ку хутĕнче вара Дмитрий Донской вĕсене хирĕç нимех те тăвайман.




#Article 716: Петĕр Петти (118 words)


Петĕр Петти (Михайлов Пётр Петрович, (1965, пуш, 27, Уйкас Кипек ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР, çур.), — чăваш çыравçи, сăвăçи, Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ. 

Петĕр Петти çĕр ĕçтĕшĕн çемйинче çуралнă. Вăрман Кипекри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, 1982 çулта, И. Н. Ульянов ячĕплĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне пĕлӳ илме кĕнĕ. 1987 çулта алла диплом илнĕ çамрăка Чăваш Енĕн Куславкка районĕн «Ялав» хаçатне ĕçлеме яраççĕ. Çав çулах республикăри ачасен «Пионер сасси» (хале «Тантăш») хаçатне ĕçлеме куçать. Халĕ асăннă хаçатăн право, кăмăл-сипет пайĕн редакторĕ, чăваш çамрăкĕсен «Самант» журналăн редакторĕ.

Ун калемĕ айĕнчен сахал мар сăвă, юрă, поэма, тĕрленчĕк, очерк, калав, повесть тухнă. Район хаçатĕнче, республикăра тухса тăракан хаçатсенче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Сил çунат», «Самант» журналсенче пичетленнĕ.




#Article 717: Урду (100 words)


Урду (اردو), — XIII ĕмĕрте йĕркеленнĕ инди-европа чĕлхи. Пакистанра ку чĕлхене 10 миллион çын кăна пĕлеççĕ пулин те вăл унта официаллă чĕлхе шутланать. Индире те вăл 23 официаллă чĕлхе шутне кĕрет, унпа вăл патшалăхра 48 миллион калаçать.

Тĕнчере пурĕ 58 млн. çын ăна тăван чĕлхе вырăнне шутлать, 150-200 млн. вăл чĕлхепе калаçма пĕлет.

ISO 639-1 тăрăх ку чĕлхен кочĕ ur, ISO 639-2 тата ISO 639-3 тăрăх — urd.

Урду чĕлхи çыруллахĕ арап графики çинче никĕсленет.

Хинди чĕлхине ытларах санскрит чĕлхин витĕмĕпе тулна пулсан урду чĕлхине фарсипе арап чĕлхисем пысăк витĕм кӳнĕ. Çавах та ку икĕ чĕлхепе калаçакансем пĕр-пĕрне аванах ăнланаççĕ.




#Article 718: Догри (142 words)


Догри, — инди-европа чĕлхи. Ку чĕлхепе Индин Джаммупа Кашмир штатĕнче (Джамму хули патĕнче) пурăнакан 2,1 млн çын калаçать. Çавăн пекех ку чĕлхепе калаçакансем Индин Химачал Прадешпа Пенджаб штатĕсенче, Пакистанра пурăнаççĕ. Индин 23 официаллă чĕлхесен шутне кĕрет. 

ISO 639-2 тăрăх унăн кочĕ — doi.

Маларах ăна пенджаби чĕлхин диалекчĕ тесе шутланă. 

Унăн такри ятлă хăйĕн çыруллахĕ пулнă, анчах хальхи вăхăтра деванагари шрифтпа усă кураççĕ. Çавăн пекех арап чĕлхинчен тухнă насталик шрифчĕпе те усă кураççĕ.

Чĕлхе Саурасени чĕлхинчен аталанса кайнă. Сăмахсен никĕсĕ санскритран тухать пулин те чĕлхере арап, перс, акăлчан тата тĕрĕк чĕлхисенчен кĕнĕ сăмахсем нумай. Ку чĕлхе çинчен чи авал çырса хăварнă хутсем шутне Амира Хусро (1253-1325) сăвăç ĕçĕ кĕрет. Вăл хăйен ĕçĕнче Индин çурçĕр енчи пур чĕлхене асăнса хăварнă. Хăш-пĕр сăмахĕсем XII ĕмĕрте çырса хăварнă çыру палăкĕсем синче тĕл пулаççĕ. 

Ку чĕлхепе литературăна аталантараканнисем шутне хальхи вăхăтри Падма Сачдев çыравçăна кĕртме пулать. 




#Article 719: Невельский Геннадий Иванович (115 words)


Невельский Геннадий Иванович, — адмирал, Инçет Тухăç тĕпчевçи. 1813 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Кострома кĕпернине кĕрекен Дракино усадьбăра çуралнă. 1876 çулхи ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Санкт-Петербург хулинче вилнĕ.

Вăл Амура тинĕс карапĕсем кĕме пултарнине тата Сахалин утрав пулнине çирĕплетсе панă.

Геннадий Иванович Солигач патĕнчи Дракино усадьбăра тинĕс çар офицерĕн кил-йышĕнче çуралнă. 1829 çулта Тинĕс кадет корпусне вĕренме кĕнĕ. 1832 çулта ăна лайăх вĕренсе пĕтернĕ хыççăн хăйĕн пĕлĕвне Офицерсен корпусĕнче ӳстернĕ. 1836 çулта лейтенант тарин ӳснĕ. 

Инçет Тухăçра Невельский ячĕллĕ кӳлмек, пролив пур. Сахалинра ун ятне панă Невельск хула пур, унтах ун ячĕллĕ сăрт та пур. 1897 çулта Владивостокра палăк лартнă (çавăн пекех палăксем Амур çинчи Николаевск, Хабаровск, Солигалич хулисенче пур). Унăн ячĕпе Владивостокри патшалăх тинĕс университечĕ хисепленет.




#Article 720: Красноармейски (116 words)


Красноармейски (чăн чăваш ячĕ Малти Тăрак) — Чăваш Енри Красноармейски районĕн администраци центрĕ. Мăн Шетмĕн сылтăм енче вырнаçнă.

Ялăн тĕп вырăнĕ Ленин тата Çĕнтерӳн 30 çул урамĕсем пĕрлешнĕ вырăнта выртать. Ял çырмасемпе виçĕ пая пайланать. Кăнтăр пайĕнче ытларах пайĕ пурăнать. Кунта 2, 3, 5 хутлă çуртсем лараççĕ. Вăтам тата анăç пайсенчи çуртсем ытларах пĕр хутлă. Унта йывăç пӳртсем те тĕл пулаççĕ.

Ял урлă икĕ çул иртет. Çулсем яла Шупашкарпа Çĕрпӳ хулисемпе, Вăрнар паççулкипе, тата районти ытти ялсемпе çыхăнтараççĕ.

Ялăн тĕп планĕ тăрăх Ленин, Г.Степанов урамĕсенче нумай хватерлĕ çуртсем хăпартма палăртнă.

Культура тĕлĕшĕнчен ялта 200 вырăнлă клуб, вулавăш, лавккасем, Раççей Перекет банкĕн вырăнти уйрăмĕ, шкулсем, ача-пăча сачĕсем, 150 вырăнлă пульница пур.

Çуртсен картишĕсенче ачасене вылямалли вырăнсем пур.




#Article 721: Альших (123 words)


Альших ( ) юланутлă пăлхарсен уртин ĕмпĕвĕ. Вăл VII  ĕмĕрте хăйĕн ăрăвĕсемпе Итали варринче Матис тăвĕсем патĕнче Галло (Gallo), Сепино (Sepino), Бойано (Boiano), Исерниа (Isernia) тата ытти вырăнсенче пурăннă.

Альших, Купратăн пиллĕккĕмĕш ывăлĕ, Авар хаканлăхĕнчи пăлхарсен уртине ертсе пынă. 631 çулта Авар хаканлăхĕн астулне ларасшăн Альших аварсен ертӳçипе кĕрешнĕ. Анчах та çак политикăра вăл ăнăçу тупайман, аварсем пăлхарсене аркатнă, вĕсем вара Баварине çитнĕ. Çак çĕрте пурăнма Дагоберт I Франци патшинчен ирĕк ыйтнă. Вăл малтан хапăлланă пулнă, анчах та кайран хăйĕн çарне каçпа пăлхарсене касса пăрахма хушнă. Вилĕмрен 9000 çынран çиччĕрĕшĕ çеç çăлăнса юлнă. Вара вĕсем Италине тарса çитнĕ. Громул пăлхарсене Равенна çумĕнчи çĕрсенче пурăнма ирĕк панă.

Альших Аслă Пăлхара никĕслекен Купратăн ывăлĕ тесе чылай историксем шутлаççĕ, çапах та вĕсен теорине тĕплĕн тĕрĕслесе пĕтермен 




#Article 722: Çĕнĕ Шешкел (125 words)


Çĕнĕ Шешкел (, )- Тутарстанăн Лениногорск районĕнчи чăваш ялĕ. Ку ялта пурăнакан чăвашсем авалхи чăваш тĕнне тытса пурăнаççĕ.

ПЕТРОВ (АТЛАЙ) ЛЕОНИД ПОРФИРЬЕВИЧ чĕлхеçĕ каланинчен:

Тĕне кĕмен чăвашсем пирки час-часах аса илетпĕр, вĕсем халь те пур. Унчченрех анатри чăвашсен хушшинче (Шăмăршă тăрăхĕнче, Йĕпреç районĕнче) сахал мар тĕл пулнă. Эпĕ авалхи чăваш тĕнĕпе пурăнакан инçетри чăваш ялĕсене экспедицие çитсе курнăччĕ. Тутарстанри Лениногорск районĕнчи Çĕнĕ Шешкел ятлă питĕ илемлĕ ял пур, Самар тăрăхĕнчи Шунтала районĕнче – Ухинккел ялĕ. Çав тăрăхсенчи илемлĕ чăваш ятлă çынсем халь те пурăнаççĕ – Савтепи, Хĕртелет, Ялампи, Алапай, Аканей, Альмункка, Пайтул, Сайкуш, Элентюк, Айпике, Кайăкпи, Менсулу, Тикенеш, Шернепи тата ытти те.

Тутарстанти Лениногорск районĕнчи чăваш ялĕсен йышĕн пĕр версийĕ ак çапла: Алешкино, Кузьминовка, Мичурин посёлокӗ (посёлок им. Мичурина), Ҫӗнӗ Шешкел (Новое Сережкино), Чишме (Сходнево-Чертанлы).




#Article 723: TISUS (133 words)


TISUS (Test i svenska för universitets- och högskolestudier, Университетсемпе Аслă шкулсенче вĕренес умĕнхи швед чĕлхи тесчĕ), — стандартланă швед чĕлхи экзаменĕ. Мĕнле ирттернинче вăл TOEFL акăлчанла экзамен евĕрлĕ. Ют çĕршывсенчен килнĕ студентсем Швеци университечĕсенче вĕренме пуçланас умĕн ку TISUS тумалла. 

Ку экзамена хутшăннăшăн укçа тӳлес пулать. 2006 çулхи çу уйăхĕнче ку 1600 швеци крони тăнă. Тест 7 аслă шкулсенче ирттереççĕ, çулталăкра икĕ хут, тăтăшах çупа упа уйăхĕсенче. 

Вăл 3 пайран тăрать:

Пĕрремĕшпе иккĕмĕш пайĕсене çыранă май тăваççĕ. Виççĕмĕш пайĕ - калаçу. Ун чухне ик-виç тĕрĕслекенни ик-виç тест тăваканннипе калаçаççĕ. Калаçас темăсем тест пуçламăшĕнче суйласа илнĕ. Кунта пĕлтерĕшли фактасен пĕлни мар, калаçу ирттерме пĕлни.

Тест хыççăн тест тăвакан  godkänd (иртнĕ, илнĕ, лайăх, зачет) е underkänd (иртмен, илмен, çитмест, незачет) илме пултарать. Тĕпленрех баллсем çук. Ăнăçу пулмасан, godkänd илмешкĕн çитес тест вăхăтĕнче каллех тума пулать. 




#Article 724: Корожечна (юханшыв) (149 words)


Корожечна, — Атăлăн сулахай юппи, Тĕверьпе Ярославль облаçĕсен çĕрĕсем тăрăх юхакан юханшыв.

Тăршшĕ 128 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 908 çх2. Вăтамран çекунтра 6 м3 шыв юхать.

Юханшыв çăлкуçĕ Тĕвер облаçĕн Кесов Сăрчĕ районĕнчи Мяколово ялĕ патĕнче вырнаçнă. Углич хулине хирĕç Атăла юхса кĕрет.

Юханшыв пуçĕпе вăтам юхăмĕнчи сарлакăшĕ 5-20 метр, авкаланса вăраххăн юхать. Тарăнăшĕ метр çурă таран çитет.

Углич шывуправне пула Атăла юхса кĕнĕ вырăнĕ сарăлса кайнă, 4 çухрăм тăршшĕнче кимĕсемпе çӳреме юрать.

Юханшыв хĕрринче çнсем пулă тытма, канма юратаççĕ. Юханшыв çыранĕсенче нумай туристсен базисем, санаторисем вырнаçнă.

Окуловка (сылтăм), Бздыриха (сулахай, 109,7 км вăрринчен), Кромница (сулахай, 109,6 км), Малява (сылтăм, 108 км), Шишинья (сулахай), Койка (сулахай), Гридинский (сылтăм), Бакишин (сулахай), Кумолга (сылтăм), Ёлда (сулахай), Секня (сылтăм), Рам (сылтăм, 48 км), Ардунь (сылтăм), Кибожа (сулахай), Святица (сылтăм), Катка (сулахай, 34 км), Рукша (сылтăм), Курга (сулахай), Кека (сылтăм).

Шыв ресурсĕсен федераци агентстви хатĕрленĕ РФ территорин шыв хуçалăх районĕсен геоинформаци системин хыпарĕпе:




#Article 725: Кесов Сăрчĕ (117 words)


Кесов Сăрчĕ, — Тверь облаçĕнчи хула евĕр паççулкă, Кесов Сăрчĕ районĕн администраци центрĕ.

Хула Кашинка юханшывĕн çумĕнче, Кашин хулинчен 32 çухрăмра вырнаçнă. Облаç тĕпне, Тĕвере çити 180 çухрăм.

Ăна пĕрремеш хут 1238 çулта асăннă. Малтан виçĕ касран тăнă — Хĕрлĕ, Мулкачлă, Курак касĕсем. Каярахпа ял ӳçнĕ май Кесов Сăртне Никольскипе Рассудово ялĕсем кĕнĕ.

Авал ку паççулкăна Киасов Сăрчĕ тенĕ. Сăмахĕ финн-угр чĕлхисенче тăмлă вырăна пĕлтерет.

Яла паççулкă йышне 1975 çулта кĕртнĕ.

Паççулкăн чи паллă палăкĕ — Никольски чиркĕвĕ. Ăна 1800 çулта хăпартнă. Вăл вăхăтра Никольски уйрăм ял пулнă. Рассудовăпа Киасов Сăрчĕнчи чиркĕвĕсем упранса юлман — вĕсен ишĕлчĕк тĕпĕ çеç юлнă. 

Паççулкăра икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне тивĕçнĕ Алелюхин Алексей Васильевич вĕçевçĕ çуралнă. Кунта унăн палăкĕ пур.




#Article 726: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем (209 words)


Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи этемлĕх Кун-çулне, шăпине питĕ улăштарнă. Вăрçăна 62 патшалăх (Çĕр çинчи 80% çын) хутшăннă. Вăрçă ĕçĕсем 40 патшалăхăн территорийĕсенче иртнĕ.  110 млн. çынна ытла çарта хĕсметре тăнă. 50-55 млн. çын вилĕм тĕлне пулнă, вĕсене шутĕнчен фронтсенче 27 млн. çын пĕтнĕ. Вăрçă 4 триллион доллар чухлĕ сиен кӳнĕ. Материаллă  енĕпе вăрçăна хутшăннă патшалăхсен 60-70% наци тухăçĕсем пĕтнĕ.СССР, АПШ, Аслă Британи тата Германи завочĕсем 652,7 пин самолёт (çар тата транспортлă), 286,7 пин танксем, хăймайĕн каякан тупăсемпе бронемашинăсем, 1 млн. ытла артиллери тупписем, 4,8 млн. ытла пулемётсем (Германие шута илмен), 53 млн. винтовкă, карабин тата автоматлă пăшалсем тата çав тери нумай ытти çар хатĕрĕсемпе снаряжения. Вăрçăра темĕн чухлĕ аркатнă, темиçе пин хуласемпе ялсене çĕмĕрсе-çунтарса янă, миллион-миллион çынсене инкек-синкек, хуйхă-куççуль кӳрнĕ.

Вăрçă хыççăн пĕтĕм тĕнчери политикăра Анăç Европăн сĕмĕ-шайĕ чакнă. Тĕнчери пуçлăхлă патшалăхсем СССР тата АПШ пулса тăнă. Аслă Британипе Франци вăрçăран хавшакланса тухнă. Анăç Европăри ытти патшалăхсем те хăйсен колонисене малашне тытса пырайман. Африкăпа Ази çĕршывĕсем колони пăхăнăвне хирĕç хирĕç кĕрешнĕ. Эфиопи, Исланди, Сири, Ливан ирĕклĕхе çĕнтерсе илнĕ. Тухăç Европăра çурмапăхăнăвлă просоветлă режимсем никĕсленĕ. Европăна икĕ лагере пайланнă: анăç (капитализмлă) тата тухăç (коммунизмлă). Грецире коммунистсем вăрçăчченхи правительствипе хирĕçсе пынă, граждан вăрçи тапранса кайнă. Икĕ ушкăн (блок) хушшинчи ĕçĕсем вăрçă хыççăн тепĕр икĕ çултанах пăсăлса çитнĕ. Малалла вара Сивĕ вăрçă пуçланнă.




#Article 727: Чăваш Республикин ялавĕ (113 words)


Чăваш Республикин ялавĕ — чăваш патшалăхĕн ялавĕ, тăваткал пир, енĕсем 5:8 пек пулаççĕ. Ялавăн тĕп палли — «Пурнăç йывăççи» — чăваш халăхĕн вăрăм кун-çӳлĕн палли. Тĕксĕм-хĕрлĕ тĕс пирĕн халăх яланах ирĕклĕхе талпăннине кăтартать, çакă ĕнтĕ халахăн авалхи йăла-йĕркисене, чăвашсен хамăрлăхне питĕ витĕмлĕ палăртать. Ялкăш-сарă тĕс — пĕтĕм тĕнчене пурнăç хаваллакан Хĕвел тĕсĕ. Сакăркĕтеслĕ çăлтăр — чăваш орнаментĕнче питĕ анлă саралнă символ, вăл илемлĕхе тата вĕçĕмлĕ ĕçе пĕлтерет.

Ялавĕн авторĕ — Чăваш Енĕн халăх ӳнерçи Элли Михайлович Юрьев.

Çакăн хыççăнах нацин çĕнĕ символĕсене хатĕрлес шутпа ăмăрту (конкурс) пуçарнă, анчах та унченех комиссине 100 ытла проектсем ярса панă пулнă.

Герб тата ялав Чăваш Республикин 1997 çулхи утă, 1 «Чăваш Республикин патшалăх символĕсем» саккунĕнче çирĕплетсе палăртнă.




#Article 728: Чăваш Республикин гербĕ (127 words)


Чăваш Ен гербĕ ылттăн тĕспе витнĕ геральдика хулканĕ евĕр. Геральдика хулканĕн хĕррисем чăваш çĕрне кăтартса параççĕ. Чăваш çĕрĕнче пурнăç йывăççи ларать. Пурнăç йывăçĕ чăваш халăхĕн авалхи пурнăç çулне кăтартать. Чăваш çĕрĕн тата йывăçĕн хĕрлĕ тĕсĕ чăвашсем яланах хăйсен ирĕклĕхĕшĕн пулнине, хăйсен йăла-йĕркине упраса хăварнине кăтартать. Хуллкан çинчи çутă сарă тĕс Хĕвеле — Çĕр çинчи пĕтĕм чĕрчуна пурнăç паракана — сăнласа кăтартать. Унсăр пуçне сарă тĕсе чăвашсем чи илемли теççĕ. Сăмахран, «Сарă хĕр» тени «хитре хĕр» тенине пĕлтерет.

Геральдика хуллканĕçинче виçĕ сакăркĕтеслĕ çалтăр курăнать. Вĕсем чăвашсен авалхи виçĕ хĕвеле сăнласа кăтартаççĕ. Ку орнамента чăваш тĕрринче анлă усă кураççĕ, вăл хитрелĕхпе чапа кăтартать. Ӳкернĕ хăмласем чăвашсен чи пысăк пурлăхне хăмлана кăтартать.

Кĕрен харшăллă ылтăн сас паллисемпе «Чăваш Республики» - «Чувашская Республика» тесе çырнă, вăл хăмлан хăйне евĕр ӳкерчĕкĕпе вĕçленет.




#Article 729: Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем (199 words)


Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем.

Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн вĕçнелле фашистла патшалăхсен блокĕ экономика тата вăрçăллăх енчен питĕ хăвăрт тĕрекленнĕ. Европа  континенчĕн чылай пайĕ, ресурсĕсемпе экономики Германи айне лекнĕ.  Польшăра Германи металлургин тата машинăтăвас тĕп завочĕсене, Çӳлти Силезири кăмрăк рудникĕсене, хими тата туĕçĕллĕ промышленнăçа ярса илнĕ — пурĕпе 294 пысăк, 35 пин вăтам тата вак промыçлă предприятисене; Францире — металлурги промышленăçне, Лотарингири хурçă шăратас, пĕтĕм автомобиль тата авиаци промышленăçне, тимĕр рудин, пăхăрăн, алюминин, магнийĕн пурлăхĕсене, çапла тата автомобилĕсене,  тĕп-тĕрĕс механика станокĕсене, чукун çул пăравусĕсене-вакунĕсене; Норвегире — ту айĕнчи пурлăх упранăвĕсене, металлурги, караптăвас промышленнăçа, ферросплавсен промышленнăçне; Югославире — пăхăр, боксит çĕр айĕнчи упранăвĕсене; Нидерландăра, промыçлă предприятисене, патшалăх ылтăн пурлăхне 71,3 млн флорин чухлĕ. Фашистлă Германи оккупацииленĕ çĕрсенче çаратнă пĕтĕм материаллă пурлăх хаклăхĕ 1941 çул тĕлнелле 9 млрд фунт стерлинга çитнĕ. 1941 çулхи çуркунне тĕлне  нимĕç предприятисенче 3 млн ытла ютçĕр ĕççыннисемпе çартыткăнĕсем ĕçленĕ. Унсăр пуçне оккупациленĕ патшалăхĕсен çар хĕçпăшалĕсене, техникине, Францире 5 пине яхăн танк и 3 пине яхăн самолёт лекнĕ. Французсен автомашинĕсемпе нимĕçсем 1941 çулта хăйсен 38 пехотăллă, 3 моторлантарнă тата 1 танк дивизине хăватлатнă. Германи чукун çулĕсем çинче оккупациленĕ çĕршывĕсен 4 пин ытла пăравусĕсем тата 40 пин ытла вакунĕсем çӳренĕ. Европăн чылай патшалăхĕсен экономика ресурсĕсене вăрçă ĕçне-хĕсметне куçарнă.




#Article 730: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи (4268 words)


Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи (е Аслă Аттелĕх вăрçи) — Совет Союзĕн наци Германипе Европăри унăн тăмарĕсене (майлисене) (Венгри, Итали, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати) хирĕç 1941—1945 çулсенче пынă вăрçă; Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пысăк тапхăрĕ. Çак ят совет халăхĕсен ăс-тăнĕнче, йăлисенче Сталин 1941 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче халăх умĕнче радиопа калаçнă хыççăн çирĕпленсе юлнă.

Калаçусенче «аслă» тата «тăван çĕршывăн» сăмахсене уйрăммăн усă кураççĕ. Пĕрремĕш çак сăмах çаврăнăшне вăрçă пирки «Правда» хаçатăн 1941 çулхи çĕртмен 23-  çĕртмен 24-мĕшĕнче çак статьяра асăннă, малтан термин пек мар, хаçатри клишисенчен («халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн халăхăн таса вăрçи», «тăван çĕршывăн çĕнтерӳллĕ вăрçи» евĕр) пĕри шутланнă. «Тăван Çĕршывăн вăрçи» термина СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1942 çулхи çăвăн 20-мĕшĕнчи Хушавĕпе кăларнă вăрçăн Тăван Çĕршывăн вăрçин орденĕн терминĕ пулнă. Ячĕ совет патшалăхĕнче пулнă республикăсенче (укр. Велика Вітчизняна війна, бел. Вялікая Айчынная вайна, абх. Аџьынџьтәылатәи Еибашьра ду тата ур.) тĕл пулать. СССРа кĕмен ютçĕр патшалăхĕсенче «Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи» терминпа кулленхи калаçура пачах усă курмаççĕ. Анкăл чĕлхиллĕ çĕр-шывсенче унăн улăштару терминĕ — Eastern Front (World War II) (акăлч.) (Тухăç фрончĕ (Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи)), нимĕç историографинче — Deutsch-Sowjetischer Krieg, Russlandfeldzug, Ostfeldzug (ним.) (Нимĕç-Совет вăрçи, Вырăс харçи, Тухăç харçи).

Юлашки вăхăтра раççейĕн массăллă информации хатĕрĕсенче Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине палăртма хăшпĕр чухне «Аслă вăрçă» термина кĕртеççĕ, истори енчен ку тĕрĕсех мар — 1910-мĕш çулсен пуçламăшĕнче çак терминпа Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине палăртнă.

Голдапран Мемеле çити тăрăхра 230 çм тăршшĕ фронтра В. Лееб генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Çурçĕр» çарĕсен ушкăнĕ (29 нимĕç дивизийĕ, 1-мĕш сывлăш флочĕ) вырнаçнă. Унăн йышне кĕрекен дивизисене 16-мĕш тата 18-мĕш çара, çаплах 4-мĕш танк ушкăнне кĕртнĕ. 1941 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнчи Директивăпа «тăшманăн Балтиçумĕнчи вăйĕсене пĕтермелле те Балти тинĕсĕн порчĕсене, çав шутра Ленинграда тата Кронштадта ярса илмелле, вырăс флотне тĕрев базисенчен хăтармалла.» тенĕ Балтире «Çурçĕр» çарĕсен ушкăнĕ валли Балти флотне аркатма нимĕç çарпуçлăхĕ 100 яхăн карап, çав шутра 28 орпеда катерне, 10 мина заградительне, 5 шывай киммипе сыхлав карапне тата тральщиксене уйăрса панă.

Голдапран кăнтăралла Влодавăна çити, 500 çм тăршшĕ фронтра — Ф. Бок генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Центр» çарĕсен ушкăнĕ (50 нимĕç дивизийĕ тата 2 нимĕç бригади, 2-мĕш сывлăш флочĕ) вырнаçăннă. Дивизисемпе бригадăсене 9-мĕш тата 4-мĕш уйри çара, çаплах 2-мĕш тата 3-мĕш танк ушкăнĕсене пĕрлештернĕ. Ушкăнăн тĕл ĕçĕ — «Флангсенче пысăк вăйсемпе тапăнса пырса, тăшманăн Беларуçри вăйĕсене пĕтермелле. Кайран, Минск çине кăнтăрпа çурçĕр енчен ярса илнĕ хыççăн куçăмлă пĕрлешӳсене пĕр çĕре пухса хăвăртрах Смулен районне тухмалла та танк тата моторлă пысăк вăйĕсене „Çурçĕр“ ушкăнĕпе пĕрлештерсе тăшманăн Балтиçумĕнчи тата Ленинград районĕнчи вăйĕсене çапса аркатмалла.»

Полесьерен Хура тинĕс çити 1300 çм тăршшĕ фронтра Г. Рундштедт ертсе пынă «Кăнтăр» çарĕсен ушкăнĕ (44 нимĕç, 13 румын дивизийĕ, 9 румын тата 4 венгр бригади, 4-мĕш сывлăш флочĕ тата румын авиацийĕ) вырнаçнă. Ушкăна 1-мĕш танк ушкăнĕ, 6-мĕш, 11-мĕш тата 17-мĕш нимĕçе çар, 3-мĕш тата 4-мĕш румын çарĕсем, çаплах венгрсен корпусĕ кĕнĕ. «Барбаросса» планĕпе «Кăнтăр» ушкăнĕн çарĕсен танксемпе моторланă пĕрлешӳсене мала ярса, сулахай çуначĕпе Кейӳ çине тапăнса, Галицири тата Украина анăçĕнчи совет çарĕсене çĕмĕрсе тăкмалла, Тăнăвар урлă кĕперсене туртса илмелле те Тăнăвартан тухăçалла тапăнса пыма çул уçмалла. 1-мĕш танк ушкăнне 6-мĕш тата 17-мĕш çарсемпе пĕрлештерсе Рава-Русскаяпа Ковель хушшинчен çурса, Бердичев, Житомир витĕр Тăнăвар çине Кейӳ патĕнче тухмалла. Малалла, Тăнăвар тăрăх кăнтăр-тухăçалла куçса, ушкăнăн Сылтăм çыранĕнчи Украинăна хӳтĕлекен совет çарĕсене каялла чакма чăрмантарса вĕсене хыçал енчен çапса çĕмĕрмелле.

Çак вăйсемсĕр пуçне оккупациленĕ Норвегипе Çурçĕр Финляндин çĕрĕнче — Варангер-фьордран Суомуссалмине çити — вермахтăн Н. Фалькенхорст ертсе пынă «Норвеги» çарĕ вырнаçнă пулнă. Вăл тӳрех герман хĕçпăшаллă вăйĕсен (ВПÇ) аслă çарпуçлăхне  пăхăнса тăнă. «Норвеги» çарĕн тĕл ĕçĕ — Çурçĕр флотăн тĕрев базине Мурмана тата Полярный, Рыбачий çурутрава, çаплах Беломорскран çурçĕрелле Киров чукун çулне ярса илмелле. Виç корпусăн кашнин хăйĕн уйрăм тĕлĕ пулнă: 3-мĕш финн корпусĕн — Кестеньга тата Ухта çинелле, 36-мĕш нимĕç корпусĕн — Кандалакша çинелле, туçи нимĕç стрелок «Норвеги» корпусĕн — Мурман çинелле.

ОКХ резервне 24 дивизи кĕнĕ. Пурĕпе СССР çине тапăнма 5,5 млн çын, 3 712 танк, 47 260 кĕпçепе миномёт, 4 950 вăрçă самолёчĕ хатĕр тăнă.

Фронт тăрăхĕнче РХХÇ танкăсен шучĕ çакăн чухлĕ пулнă:

Вермахтăн танк ушкăнĕсен çавăн тĕслĕ шучĕсем (Pz-1 танкеткăсене тата Pz.Bef командир танкĕсене шутламан):

Т-34 тата КВ танк, 10 743 самолёт пулнă. Виçĕ флот йышĕнче 220 пине яхăн çын, 182 карап (3 линкор, 7 крейс, 45 лидерпа эсминец тата 127 шывай кимми). Патшалăх чиккине 8 чикĕ тăрăхĕн сыхлавçисем (типçĕрпе тинĕс) тытса тăнă. Шалти çарсен оперативлă пайĕсемпе вĕсен шучĕ 100 пине яхăн çитнĕ

Анăçран пулас тапăнăва хирĕç тăрас явапа чикĕ çумĕнчи пиллĕк вăрçă тăрăхĕ — Ленинград, Балтиçум уйрăм, Анăç уйрăм, Кейӳ уйрăм тата Одесса — çине хунă. Тинĕсрен вĕсене виççĕ флотăн пулăшмалла пулнă: Çурçĕр, Хĕрлĕ Ялавлă Балти тата Хура тинĕс флочĕсем.

Ф. И. Кузнецов генерал ертсе пынă Балтиçум вăрçă тăрăхĕ йышне 8-мĕш тата 11-мĕш çарсем кĕнĕ, Псковран анăçалла 27-мĕш çара йĕркелеме тытăннă. Çак чаçсем Балти тинĕсĕнчен Литван кăнтăр чиккине çити, 300 çм фронта тытса тăнă.

Д. Г. Павлов генерал ертсе пынă хĕвел анăç уйрăм вăрçă тăрăхĕн çарĕсем Литван кăнтăр чиккинчен Припять юханшыва çити 470 çм фронта минск-смулен тĕлне хупласа тăнă. Çак тăрăхăн йышне 3-мĕш, 4-мĕш тата 10-мĕш çарсем кĕнĕ. Унсăр пуçне, Могилёв, Минск, Слуцк районĕнче 13-мĕш çар йĕркелеме тытăннă.

М. П. Кирпонос генерал ертсе пынă Кейӳ уйрăм вăрçă тăрăхне 5-мĕш, 6-мĕш, 12-мĕш тата 26-мĕш çарсем кĕнĕ, вĕсем Припятьрен Липкана çити 860 çм фронта тĕкĕлесе тăнă.

Я. Т. Черевиченко генерал ертсе пынă Одесса вăрçă тăрăхĕн çарĕсем Липканран Тăнай вăррине çити 480 çм чикĕне тытса тăнă.

М. М. Попов генерал ертсе пынă Ленинград вăрçа тăрăхĕн çарĕсем çĕр-шывăн çурçĕр-анăç районĕсене (Мурманск облаçĕ, Карел-Финн ССРĕ тата Карел пымакĕ), çаплах Эстон ССРĕн çурçĕр çыранне тата Ханко çурутрава хӳтĕлемелле пулнă. Кунти типçĕр чиккин тăршшĕ 1300 çм, тинĕс чиккин тăршши — 380 çм çитнĕ. Кунта 7-мĕш, 14-мĕш, 23-мĕш çарсем тата Çурçĕр флочĕ вырнаçнă пулнă.

Хальхи историксен шухăшĕпе, техника пахалăхĕпе вермахтăн вăйлăрах пулман. Çапла, Германи танкĕсем 23 тоннăран çăмăлтарах, çав шутра РÇĔÇ йышĕнче 25 тоннăран йывăртарах Т-34 тата Т-28 вăтам танксем, çаплах 45 тоннăран ытла КВ тата Т-35 йывăр тансем пулнă.

ВПÇ оперативлă ертӳлĕх штабĕн пуçлăхĕ «Çĕр-шыв хӳтелевĕ» пайĕ 1940 çулхи раштавăн 18-мĕшĕнче «Ятарлă проблемăсем пирки 21-мĕш №-лĕ директивăн кăтартăвĕсем („Барбаросса“ планĕн варианчĕ)» документăн проектне, тӳрлетнĕ хыççăн каялла тавăрса панă, çак проекта хатĕрлесе вĕçлесен, аялтарах палăртнă шухăшсене шута илсе фюрера кăтартмалла:

Пулас вăрçă хĕçпăшаллă кĕрешӳ кăна мар, çав вăхăтрах икĕ тĕнче курăвĕн кĕрешĕвĕ шутланать. Çав тери пысăк территоринче вырнаçнă тăшмана вăрçăра çĕнтерес тесен, унăн хĕçпăшаллă çарĕсене çапса аркатни çителĕксĕр, çав территорие темиçе патшалăха пайламалла, вĕсен кашнин ертӳлĕхĕ кирлĕ, вĕсемпе пирĕн лăпкăлăх килĕшĕвĕсене çырса çирĕплетмелле.

Çакăн евĕр ертӳлĕхсене йĕркелес тесен политика енчен пысăк ăсталăх тата  лайăх шутласа хатĕрленĕ пĕрлехи принципсем кирлĕ.

Кирек епле мăн масштаблă революци пурнăçра аяккалла сирейми çĕнĕ пулăмсене кăларать. Хальхи Раççейри социаллă ĕмĕтсене кăкласа кăлараймăн. Çак шухăшсене çĕнĕ патшалăхсен, çĕнĕ ертӳлĕхсен шалти политикин никĕсне хумалла. Халăха пусмăрлакан еврей-большевикĕсен интеллигенцине сцена çинчен хăваласа ямалла. Малтанхи  буржуази-аристократлă интеллигенцийĕ, вăл эмигрантсем хушшинче пур пулсан, çаплах влаç патне ямалла мар. Ăна вырăс халăхĕ йышăнмĕ, унсăр пуçне, вăл нимĕç нацине тăшманлă пулать. Çак уйрăмах Балтиçумĕнчи патшалăхсенче курăнать. Çаплах, пирĕн большевиксен патшалăхне ниепле те наци Раççейне куçма пама юрамасть, мĕншĕн тесен (кун пирки истори хыпарлать) каллех Германие хирĕç çĕкленĕ.

Вăрçăра сахал тăкак тӳссе хăвăртрах хамăра пăхăнакан социаллă патшалăхсене йĕркелесси пирĕн ĕç пулать.

Ку ĕçе тума йывăр, ăна çар тăр-пĕччен пурнăçлама пултараймасть.

Икĕ идеологин кĕрешĕвĕ… Коммунизм пуласлăхшăн питĕ хăрушлă. Пирĕн салтак юлташлăхĕн принципне тытса пымалла. Коммунист нихăçан та пире юлташ пулман, нихăçан та юлташ пулаймĕ. Калаçу пĕтерес кĕрешӳ пирки. Эпир çапла пăхмасан, тăшмана çапса аркатнă пулсан та, тепĕр 30 çултан каллех коммунистсен хăрушлăхĕ сиксе тухать. Эпир хамăр тăшмана хупса лартас тесе тесе вăрçмастпăр.

Раççейĕн пуласлă политика картти: Çурçĕр Раççей Финляндие куçать, Балтиçумĕнче, Украинăра, Беларуçре протекторатсем тумалла.

Раççее хирĕç кĕрешӳ: большевик комиссарĕсене тата коммунистсен интеллигенцине пĕтермелле. Çĕнĕ патшалăхсем социаллă, анчах та хăйсен интеллигенцисĕр пулмалла. Çĕнĕ  интеллигенци йĕркеленессине чăрмав кӳмелле. Кунта ахаль социаллă интеллигенци кăна кирлĕ. Деморализаци наркăмăшне хирĕç кĕрешес ĕç тытса пымалла. Вăл вăрçă-суд ыйтăвĕ çеç мар. Чаçсен командирĕсем вăрçă тĕллевне пĕлме тивĕç. Вĕсен кĕрешӳре ертсе пымалла…, çарсене хăйсен аллисенче çирĕп тытмаллла. Командирăн салтаксен кăмăлне шута илсе тапăчсем хушмалла.

Вăрçă Анăçринчен пач уйрăлса тăрать. Тухăçĕнче хаярлăх пуласлăхăн ырлăхĕ шутланать. Командирсен юмарт пулмалла, хăйсен иккĕленĕвĕсене çĕнтерме хал тупмалла…

Вермахтпа СС çарĕсене урăх патшалăхсенчен 1,8 млн ытла урăх наци çыннине хĕсмете тăратнă. Вĕсенчен вăрçă вăхăтĕнче 59 дивизи, 23 бригада, темиçе уйрăм полк, легион тата батальон йĕркеленĕ. Нумайăшĕн патшалăх тата наци пайăрлăхĕ пулнă: «Валлони», «Галичина», «Богеми тата Морави», «Викинг», «Денемарк», «Гембез», «Лангемарк», «Нордланд», «Недерланд», «Шарлемань» тата урăххисем.

Вăрçăра Совет Союзне хирĕç Германин тăмар патшалăхĕсен — Итали, Венгри, Румыни, Финлянди, Словаки, Хорвати — çарĕсем хутшăннă. Болгари çарне Греципе Югославине оккупацилеме хутшăнтарнă, анчах та Тухăç фронтĕнче болгар типçĕр çарĕсем çапăçман.

Власов А. А. генерал ертсе пынă Вырăс ирĕклĕх çарĕ (ВИÇ), вермахт йышне кĕмен пулсан та, çапах та наци Германин енĕнче тăнă.

Виççĕмĕш райхăн хĕсметĕнче кăнтăр тата çурçĕр арамаçи чылай тĕкĕрчĕ тăнă. Вĕсенчен чи пысăкки — Sonderverband Bergmann(Бергманн батальонĕ). Çаплах вермахтăн грузин легионĕ, Азербайджан легионĕ, СС Çурçĕр арамаçи тĕкĕрчи т. ыт.

Наци Германин çарĕсемпе пĕрле фон Панвиц генералăн 15-мĕш касак кавалери СС корпусĕ çапăçнă.
Касаксене Германи майлă çавăрас тесе, нимĕçсем вĕсене остготсен нĕселĕсем тенĕ.

Çаплах Германи енче Штейфон генералăн Вырăс корпусĕ,  Петр Николаевич Краснов патша çар генерал-лейтенанчĕн корпусĕ тата СССР гражданĕсенчен пуçтарнă уйрăм тĕкĕрчĕсем çапăçнă.

Беларуç ССРĕ, Украина ССРĕ, Молдава ССРĕ, Эстон ССРĕ, Карел-Финн ССРĕ, Латви ССРĕ, Литва ССРĕ, çаплах урăх республикăсен территори: Ленинград, Мурман, Псков, Новгород, Вологда, Калинин, Мускав, Тулă, Калуга, Смулен, Орёл, Брянск, Курск, Липец, Воронеж, Ростов, Кисан , Сталинград облаçĕсем, Краснодар, Ставрополь Енĕсем, Кабарда-Балкар, Крым, Осетин, Чечен-Ингуш Республики, Краснодар Ен (тинĕсри çапăçусем) , Чăваш АССРĕ (авианалет), Аçтăрхан (авианалёты), Архангельск (авианалёты), Чулхула (авианалёты), Сарăту (авианалёты), Тамбов (авианалеты), Ярославль (авианалёты) облаçĕсем РСФСР , Казах ССРĕ (авианалёт хула çине Гурьев), Абхаз АССРĕ (ГССР).

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи шутне советсен хĕçпăшаллă вăйĕсем фашистсем оккупациленĕ çĕршывсенче тата фашистлă блок патшалăхĕсен территоринче — Германи, Польша, Финлянди,Норвеги, Румыни, Болгари, Югослави, Чехословаки, Венгри, çаплах Германи шутне кĕрекен Австри, гитлер режимĕ туса хунă Хорватипе Словаки çĕрĕсенче компанисене кĕртеççĕ.

Çĕрмен 18-мĕшĕнче хушма тапăч-командăпа хĕвел анăç тăрăхĕсен мĕнпур чаçĕсене пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхне тăратмалла пулнă. Çак телеграмма-тапăч пирки АнăçУВТ çарпуçлăхне çĕртмен 13-15-мĕшĕсенчи тапăчсене те, хыççăнхи тапăчсене те пурнăçламасăр çĕртмен 18-мĕшĕ тĕлнелле  чаçсене пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхне тăратса çитерменшĕн тĕплĕн тĕпченĕ протоколĕсенче асăннă. Тĕплĕнрех çак директивăсем пирки И. Х. Баграмян маршал хăйĕн асилĕвĕсенче 1971 çултах çырать, çак директивăсем тăрăхсен çарпуçлăхне епле çитнĕ тата вĕсене епле пурнăçа кĕртсе пынине ăнлантарса парать. Анăç тăрăхĕсен хăшпĕр чаçĕсем, сăмахран КОВО  К. К. Рокоссовскин мехкорпусне çак тапăчсемпе директивăсене пачах пĕлтермен, вĕсен вăрçăна çĕртмен 22-мĕшĕнче çеç хатĕрленсе кĕме тивнĕ.

Патшалăхăн вăрçă-политика ертӳлĕхĕ çĕртмен 21-мĕшĕнче, 23:30 вăхăтра кăштах чикĕ çумĕнчи пиллĕк вăрçă тăрăхне çапăçу хатĕрлĕхне тăратма хушать. Директивăпа пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхне тăратас оперативлă тата мобилизаци мероприятисене пурне те пурнăçа кĕртмен. 

Жуков каланипе, хĕвел анăç (Анăç уйрăм, Кейӳ уйрăм, Балтиçум уйрăм тата Одесса) чикĕçум вăрçă тăрăхĕсен çарпуçлăхĕ çак вăхăтра çапăçу хирĕнчи команда вырăнĕсене çĕртмен 22-мĕшĕнче тухмалла пулнă. Çаплах Г. К. Жуков хăйĕн «Асаилӳсемпе шухăшлавĕсенче» («Воспоминаниях и размышлениях») тăшман тапăниччен темиçе кун маларах анăç тăрăхĕсен çарпуçĕсем чăннипех чикĕ патнелле хӳтĕлев йĕрне («хăтлавсене» тума тесе) тухма тапăч илнĕ. Çак тапăчсене (Жуков вĕсене «сĕнӳсем» тет) Тимошенко С. К.  хӳтĕлев халкомĕ анăç тăрăхĕсен çарпуçĕсене ярса панă.

Çапах та çак тăрăхсен çарпуçлăхĕ тĕлĕнмелле çак тапăчсемпе «сĕнӳсене» сӳрĕккĕн пăхнă. Уйрăмах çакăн пе саботаж Беларуçре, Д. Павлов çар генералĕ ертсе пынă АнăçХВТ-че, . Павлов ĕçĕн айăплав сăмахĕнче çапла пĕтĕмлетнĕ — «çарсен мобилизаци хатĕрлĕхне хавшаклатнă».

Директива, чăннипе, хӳтĕлев планне пĕтĕмпех вăя кĕртме ирĕк паман, мĕншĕн тесен унтах «пысăк пăтăрмахсене çитерекен нимле провокациллĕ ĕçсене тумалла мар» тесе асăрхаттарнă. Çак чараксене ăнлантарса пама Мускавран ыйтма пуçланă, çапла ĕнтĕ вăрçа хатĕр тăма кирлĕ хаклă минутсене çухатнă.

Çапах та тупсăм тĕппипе çак «1-мĕш №-лĕ 21.06.41 ç. Директива» тĕрĕссипе (чи малтанах) Германи тапăнма пулаяслăхĕн вăхăтне кăна пĕлтернĕ — «…. 1. 1941 çулхи çĕртмен 22-23-мĕшĕсенче нимĕçсем кĕтмен çĕртен ЛВТ, Батçум УВТ, ХĕвАн. УВТ, КУВТ, Од. УВТ фрончĕсенче тапăнма пултараççĕ….» Çаплах çак директивăпа чаçсен пĕтĕмĕшле çапăçу хатĕрлĕхĕнче ПУЛМАЛЛА тенĕ, чаçсене пĕтĕмĕшле ç.х. ТĂРАТМАЛЛА темен. 

Çав кунах Итали тата Румыни, тепĕр кунне — Словаки, СССРа хирĕç вăрçă пуçланă пирки пĕлтернĕ.

Балтикăн çурçĕрĕнче «Барбаросса» планне пурнăçа кĕртме çĕрмен 21-мĕшĕн каçхине пуçланă, ун чухне финн порчĕсенче нимĕçсен минă лартаканĕсем Финн кӳлмекĕнче икĕ уя минăсем лартнă. Çак минă уйăсĕм советсен Балти флотне Финн кӳлмекĕн тухăç пайне хупма пултарнă.

Çĕртмен 22-мĕшĕнче румын тата нимĕç çарĕсем Прут урлă каçнă, çаплах Тăнай урлă каçма тăрать, анчах та совет çарĕсем вĕсене чарнă та румын территоринче плацдарма туртса илнĕ. Çапах та 1941 ç. утă-авăн уйăхĕсенче нимĕçсен пулăшăвĕпе румын çарĕсем пĕтĕм Бессарабие, Буковинăна тата Днестрпа Кăнтăр Буг хушшинчи çĕре (тĕплĕнрех  Молдавăри хӳтĕлев операцийĕ, Румыни Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче статьясене вулăр) оккупациленĕ.

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1941 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнчи Хушăвĕпе, çĕртмен 23-мĕшĕнче вăрçа тивĕçлĕ 14 çул ӳсĕмĕсен çыннисене (1905—1918 çç. çуралнисене) мобилизацине 17 тăрăхран 14-мĕшĕнче, йыхравланă. Ытти виçĕ тăрăхра — Байкал Лешьен, Вăтам Ази тата Инçет Тухăç — мобилизацие тепĕр уйăхран кăна, правительствăн ятарлă йышăнăвĕпе «пысăк хăнăхтару пуххи» тесе вăрттăн мелпе ирттернĕ.

Çĕртмен 23-мĕшĕнче Тĕп Çарпуçлăхĕн ставкине (çурлан 8-мĕшĕнченпе Аслă Тĕп Çарпуçлăхĕ ставки) йĕркелеççĕ, И. В. Сталин унăн ертӳçи пулса тăрать, вăлах çурлан 8-мĕшĕнче çаплах Аслă Тĕп çарпуçĕ вырăнне йышăнать. Çĕртме 30-мĕшĕнче Патшалăх Хӳтĕлев Комитетне (ПХК) туса хураççĕ. Çĕртме уйăхĕнчен пуçласа халăх ополченине йĕркелеме тытăнаççĕ.

Финлянди хăйĕн енчен нимĕçсене совет территорине тапăнма паман, вара Петсамăпа Салла чикĕ урлă каçма хăяйман. Хушăран хушă совет тата финн чикĕ сыхлавçисем пĕр-пĕрин еннелле персе илкеленĕ, çапах та, пĕтĕмĕшле шутласан, совет-финн чиккинче лăпкă лару-тăру пулнă. Анчах та çĕртмен 22-мĕшĕнчен пуçласа, нимĕçсен люфтваффе бомбă пăрахакан самолёчĕсем финн аэродромĕсене Германие таврăннă чухне кăраççын тултарма анса ларнă. 

Утăн 23-мĕшĕнче Молотов хăйĕн патне финн элчине чĕнсе илнĕ. Молотов Финляндирен хăйĕн СССР еннелли позицине уçăмлă палăртма ыйтнă, çапах та финн элчи Финлянди ĕç-пуçĕ пирки ăнлантарайман. Çĕртмен 24-мĕшĕнче Германин Типçĕр çарĕсен тĕп çарпуçĕ нимĕç çарпуçлăхĕн финн çарĕн ставки çумĕнчи хăйĕн элчи патне Финлянди Ладога кӳллинчен тухăçалла пуçланакан операцие хатĕр пулма çыру янă. Çĕртмен 25-мĕшĕнче совет çарпуçлăхĕ Финляндири 18 аэродрома 460 яхăн самолётпа бомбăлама шутланă. Çĕртмен 25-мĕшĕнче Кăнтăр тата Вăта Финляндин хулисене, çав шутра Хельсинки тата Турку, сывлăшран питĕ хытă тапăннăшăн, çаплах совет пехотипе артиллерийĕ Финляндин патшалăх чиккинче çулăм уçнăшăн Финлянди каллех СССР-па вăрçă лару-тăрăвне кĕнине пĕлтернĕ. 1941 çулхи утă-çурла уйăхĕнче финн çарĕ темиçе операци ирттерсе 1939—1940 çулсенчи совет-финн вăрçи хыççăн СССР шутне кĕртнĕ территорине каялла тавăрнă.

Венгри, Китлĕр çине тăрсах хистесен те, тӳрех СССР çине тапăнман. Венгрин вăрçăна Трансильвани пирки Румынипе тавлашнине хăй майла çавăрас тĕллевпе кĕмелле тесе ăнлантарнă. 1941 çулхи çĕртме, 26 Кошице хулана совет СÇВ бомбăланă тенĕ, анчах та пĕр шухăшпа, çак герман провокацийĕ пулнă, çакна пула Венгрин вăрçăна кĕме casus belli (кирлĕ сăлтав) шутланнă. Венгри 1941 çулхи çĕртме, 27 СССРа вăрçăпа тухна пирки хыпарлать. 1941 çулхи утă, 1 Германи хушнипе венгр çарĕсен Карпат ушкăнĕ  совет 12-мĕш çарне атакăлать. 17-мĕш герман çарĕ çумĕнчи Карпат ушкăнĕ СССР кăнтăр пайне чылаях кĕрсе каять. 1941 ç. кĕркунне Германи енче испан ыр кăмăл Кăвак дивизи çапăçма тытăннă.

Çурлан 10-мĕшĕнче ПХК 1904—1890 çулсенче çуралнă вăрçа тивĕçлĕ çынсене тата 1922—1923 çулсенче çуралнă йыхрава тивĕçлĕ çынсене Кировоград, Николаев, Днепропетровск облаçĕсене тата  Орёл облаçĕн Людиново — Брянск — Севск йĕрĕнчен хĕвел анăçнелле районĕсенче мобилизацилемелли йышăнăва кăларнă. Çурлан 15-мĕшĕнче мобилизацие Крым АССРĕ-нче, çурлан 20-мĕшĕнче — Запорож облаçĕнче, авăн, 8 — Орёл тата Курск облаçĕсен хăш районĕсенче, юпан 16-мĕшĕнче — Мускавпа Мускав облаçĕнче мобилизацилемелли хушăва кăларнă. Пĕтĕмпех 1941 çулăн вĕçнелле 14 млн ытла çынна мобилизациленĕ.

Çав вăхăтра нимĕç çарĕсем сывлăшра стратеги инициативине ярса илнĕ те чикĕ çумĕнчи çапăçусенче совет çарĕсене çапса аркатнă. Вĕсем вилни-аманнисемпе 850 пин çын çухатнă тата 1 млн яхăн салтакĕ тыткăна лекнĕ.

Чӳкĕн 16-мĕшĕнче нимĕçсем Мускава çурçĕр-анăçран тата кăнтăр-анăçран хупăрлама шутласа иккĕмĕш тапăнăвне пуçлаççĕ. Дмитров тĕлĕпе вĕсем Мускав-Атăл канала çитсе Яхрома патĕнче унăн хĕвел тухăç çыранне каçăççĕ, химки çыранĕнче Клина йышăнаççĕ, Истра шыв управне туртса илеççĕ, Солнечногорскпа Красная Полянăна, Красногорск çумĕнче — Истрăна ярса илеççĕ. Кăнтăр-анăç енчен Гудериан Кашира патне çывхарать. Анчах та ХАФ çарĕсем хаяррăн тытăçнă хыççăн нимĕçсене чӳкĕн вĕçĕнче — раштавăн пуçламăшĕнче пур çĕрте те чарса лартнă. Мускава илес хăтлав пăчланать. 1941—1942 çулсенчи хĕллехи кампанинче Мускав патĕнче хирĕçле тапăну ирттернĕ.

Мускавран хăрушлăх кăштах сирĕнет. Совет çарĕсем тăшмана хĕвел анăçалла 80—250 çм çити тапса яраççĕ, Мускав тата Тулă облаçĕсене тăшманран тасатать, Калинин тата Смулен облаçесен хăш районĕсен ирĕке кăларать.

Кăнтăр фронтĕнче совет çарĕсем стратеги енчен кирлĕ Крыма хӳтеленĕ.

   
Йышăннă планпа, 1942 çулăн пуçламăшĕнче тапăну операцисене: Ржев-Вязьма операцийĕ, Керчь-Феодоси десант операцийĕ тата урăххисене — ирттернĕ. Çак тапăнусене тăшман совет çарĕсене чылай çухату тӳстерсе каялла тапса ярать.

СССР питĕ кирлĕ чĕрĕ тавар-минерал тата промăç центрĕсене: Донбасс, Кривой Рог, бассейнĕсене çухатнă. Минск, Кейӳ, Харьков, Смулен, Одесса, Днепропетровск хуласене тăшман аллине панă. Тăшман Ленинграда хупăрланă. Украинăри тата Раççейĕн кăнтăрĕнчи апат-çимĕç тăвакан кирлĕ районсем тăван çĕршывăн центрĕнчен уйрăм пулса тăнă. Оккупациленĕ территорире миллион совет гражданĕ тăрса юлнă. Темиçе çĕр пин лăпкă пурнăç çыннине Германи ĕçе турттарса кайнă. Нимĕç çарне, çапах та, Ленинград, Мускав тата Ростов-Тан-çинчи хуласем патĕнче чарса лартнă; «Барбаросса» планĕн стратеги тĕлĕсене пурнăçа кĕртеймен.

ĔÇХÇ хĕллехи тапăнăвĕнче вермахт чылай вăя çухатнă тесе СССР Аслă Çарпуçлăхĕ 1942 çулăн çуллахи-кĕрхи кампанинче çарсем умне пурнăçа кĕртмелле мар ĕç лартнă: тăшмана пĕтĕмпех аркатса çĕр-шывăн территорине тăшманран ирĕке кăлармалла. Вăрçăн тĕп пулăмĕсем кăнтăр-хĕвел анăç тĕлĕнче пулса иртнĕ: Крым фронтне аркатни, Харьков операцин (12—25.05), Воронеж-Ворошиловград стратегиллĕ хӳтĕлев операцин (28.06—24.07), Сталинградри стратегиллĕ хӳтĕлев операцин (17.07—18.11), Çурçĕр-Кавказ стратегиллĕ хӳтĕлев операцин (25.07—31.12) катастрофисем. Тăшман  500—650 çм тапăнса пырса, Атăл патне тухать, Тĕп Арамаçи ту хысакĕн пайне ярса илет.

Вăта тĕлĕнче пысăк операцисем пулса иртнĕ: Ржев-Сычёв операцийĕ (30.7—23.8), Хĕвел анăç фронт çарĕсен хирĕçле тапăнăвĕпе Сухиничи, Козельск районĕнче пĕрлешĕнсе (22—29.8), пурĕпе 228 232 çын пĕтнĕ); çаплах çурçĕр-хĕвел анăç тĕлĕнче: Любань тапăну операцийĕ (7.1—30.4), пĕрремĕш операцинче хупăрлава лекнĕ 2-мĕш тапăну çарне хупăрлавран кăлармалли операципе пĕрлешĕнсе (13.5—10.7); пĕтĕмĕшле çухатусем — 403 118 çын.

Герман çарĕшĕн лару-тăру хăрушла çаврăнма тытăнать: çухатусем Хĕрлĕ Çарĕнчен сахалтарах пулсан та нимĕçсен начартарах вăрçă экономики пĕтнĕ самолётсемпе танксене советсем пекех çĕнĕрен хăвăрт тавăрма пултарайман, çынсене çарта çав тери эффективлă мар усă курни хĕвел тухăçĕнчи дивизисене тулли тума паман, çакна пула вара хăш дивизисене улттăбатальонлă штата (тăххăрбатальонлирен) куçарма тивнĕ; сталинград тĕлĕнчи çапăçакан ротăсенче салтак шучĕ27 çынна (штатпа 180) çитнĕ. Унсăр пуçне, Раççейĕн Кăнтăрĕнчи операцисем хыççăн нимĕçсен унчен те вăрăм хĕвел тухăç фрончĕ татах тăсăлнă, нимĕçсен хӳтĕлев тачăлăхне тытма вăй та юлман. Фронтăн чылай пайне Германин тăмарĕсене — румынсен 3-мĕш тата йĕркеленекен 4-мĕш, 8-мĕш итал тата 2-мĕш венгр çарĕсене тăратнă. Çак çарсем ĕнтĕ çуллахи-кĕрхи кампанинчи вермахтăн ахилл кĕлли пулса тăраççĕ.

Вăрçă пуçлансан СССР-та халăх, ĕç тăвакан вăйсене, йĕркелӳсене тата материал янтине пĕтĕмпех куçарма тытăннă. Çĕр-шывăн хĕвел тухăç районĕсене чылай предприятийе куçарнă (1941 çулăн 2-мĕш çурçуллăхĕнче кăна — 2600 яхăн), 2,3 млн выльăх ауçне илсе тухнă. 1942 çулăн пĕрремĕш çурçулĕнче 10 пин самолёт, 11 пин танк, 54 пин кĕпçе туса хатĕрленĕ. 2-мĕш çурçуллăхра 1,5 хут ытла нумай кăларнă. Пурĕпе 1942 ç. СССР стрелок хĕçпашалĕн мĕнпур тĕсне (револьверсăр тата пистолетсăр) 5,91 млн виçе, кĕпçепе миномётăн мĕнпур тĕсĕпе калибрне (авиаци, тинĕс тата танк/ХАУ тупписĕр) 287,0 пин виçе, танк тата ХАУ мĕнпур тĕсне 24,5 пин виçе, самолётсен мĕнпур тĕсне 25,4 пин виçе, çав шутра çапăçмалли 21,7 пин виçе кăларнăЛенд-лизпа та çапăçу техникине чылай кăларнă.

СССР, Аслă Британи тата АПШ хушшинче килĕшӳсем тунă хыççăн 1941—1942 çç. китлĕре хирĕçле коалицин тĕшши пулса тăрать.

СССР çине тапăннине Китлĕр «Хĕрес харçи» вырăнне хунă, ăна вăл террор меслечĕсемпе туса шутланă.

Хăйĕн çак шухăшне вăл утăн 16-мĕшĕнче уçса панă:
 «Эпир каллех калатпăр, пирĕн çав территорие йышăнмалла, ăна тытса тăмалла тата унта хăрушсăрлăха йĕркене кĕртмелле…Территорипе пĕтемпех хуçаланма епле ĕçсем тумаллине малтанах калама пулмасть: е персе пăрахмалла, е кăларса ямалла т. ыт. Хамăр умра выртакан мăн кукăле кирлĕ меллĕ пайлас ĕç тăрать: пĕрремĕшĕнчен, ăна ярса илес пулать, иккĕмĕшĕнчен, пăхăнтарас пулать, виççĕмĕшĕнчен, усăна кĕртес пулать. Уралтан анăçалла мĕнле те пулин тăшманăн хĕçпăшаллă йĕркелĕвĕсене хăварас пирки калаçма та тăмасть…»
Çакăн пирки Гудериан каланă:

Нимĕçсен оккупацине вăрçă вăхăтĕнче Беларуç, Украина, Эстон, Латви, Литва ССРĕсен, РСФСРĕн 13 облаçĕн территорийĕ лекнĕ.

Молдава ССРĕ тата Украина ССРĕн кăнтăр çĕрĕ (Транснистри) Румыни айĕнче пулнă, Карел-Финн ССРĕн пайне финн çарĕсем оккупациленĕ.

Виççĕмĕш райхăн Совет Союзне хирĕç вăрçин пуçламăшĕнченех СССРĕн Урала çити территорине ярса илсе, СССРĕн çутçанталăк янтипе усă курса Раççее нумай вăхăтлăха герман хуçаланăвĕнче тытмалла пулнă. Çут тĕнчерен планпа пĕтерĕс хăрушлăх еврейсемшĕн çес мар, çаплах Германи 1941—1944 çç. ярса илнĕ совет территоринчи славянсемшĕн те пулса тăнă. Халĕ тин ФРГ историкĕсен тĕпчев ĕçлевне СССР славян халăхне (вĕсене еврейсене пекех «начар расă» вырăнне хунă, пĕтермелле пулнă) хирĕç «урăх холокост» теми кĕчĕ.

Облаçсене кĕпернесем теме пуçланă, уессене (кăрлач, 1943 çултанпа — районсене) тата вулăссене йĕркеленĕ, халăха регистрацие кĕртнĕ. Нимĕç влаçĕн вăрçăпа администраци органĕсемпе (вăрçă комендатурисем, тăрăх тата и район управленисем, ял-хуçалăх управленисем, гестапо тата ур.) пĕрле полиципе вырăнти хăй тытăмлăх йĕркеленĕвĕсем ĕçленĕ. Хулана, уесе бургомистрсем ертсе пынă, вулăс йĕркеленĕвне вулăс старшинине, ялсенче старостăна лартнă. Герман çарĕн çыхăнман киревсĕр (уголовлă айăплă) тата граждан ĕçĕсене уçса пама килĕшӳ тӳрисем пулнă. Вырăнти йĕркелӳсем нимĕç çарпуçлăхĕн тапăчĕсмпе тата хушнисемпе татăçуллă ĕçлесе окупаци айĕнчи халăха Китлĕрĕн политикипе планĕсене пурнăçлама хутшăнтарнă.

Вăйпитти мĕнпур халăха нимĕçсем уçнă ĕçсене тума хăваланă, нимĕç çарĕ валли хӳтлĕх тунă çĕрте, шоссе тата чукун çулĕсене юсаттарнă, юр тасаттарнă, ял хуçалăхĕнче усă курнă т. ыт. «Çĕре усă курмалли çĕнĕ йĕркепе татăçуллă» колхозсене салатнă та пĕрлĕ хуçалăхсене туса хунă,  совхозсем вырăнне «патхозсем» — нимĕç влаçĕн патшалăх хуçалăхĕсене йĕркеленĕ. Халăха пăчăртасах нимĕç çарĕ валли аш-пăш, тырă, фураж т. ыт. пуçтарнă. Нимĕç салтакĕсем патшалăхăн тата этем пĕрлĕхĕн пурлăхне çаратнă, лăпкă çынсене кил-пӳртĕнчен хăваласа кăларнă. Çынсене пурăнма юрăхлă пӳлĕмсене мар, çĕрпӳртсене  вырнаçтарнă, ăшă тытакан тум-тире, апат-çимĕçе туртса илнĕ, выльăх-чĕрлĕхе тытса кайнă.

Нимĕçсем политика шкулĕсене уçнă — унта ятарлă пропагандăпа агитации лекцисене вуланă. Халăх умĕнчи политика темиллĕ лекцисене хула-ялсенче пĕрмаях ирттернĕ. Вырăнти радиокалаçупа та лекцисемпе евитсене халăх хăлхине çитернĕ. Çаплах Д. Малявин пропаганда календарĕсем пирки хыпарлать.

Шкулта вĕренме тивĕçлĕ йĕрке тунă, наци идеологине хирĕçлĕ мар совет кĕнекисемпе усă курма палăртнă. Ачисене шкула яман ашшĕ-амăшне штрафланă. Вĕрентӳçсемпе малтан гестапăра калаçу ирттернĕ, вĕсене икĕ эрнеллĕ политика курсĕсенче пĕлӳ панă. 1943 çулхи ака уйăхĕнчен историне вĕрентме чарнă та «хальхи пулăмсен урокĕсене» ирттернĕ, вĕсенче нимĕç хаçачĕсемпе тата нимĕçсен ятарлă политика брошюрисемпе усă курмалла пулнă. Чиркӳ çумĕнчи шкулсенче Турă саккунне вĕрентме ача-пăча ушкăнĕсене йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах оккупантсем библиотекăсенчи чылай кĕнекене пĕтернĕ.
 çул

Чылай вырăнта оккупаци тапхăрĕ икĕ-виçĕ çул тăсăлнă. Нимĕçсем кунта 18-45 çулсенчи совет гражданĕсене (еврейсене — 18-60 çулсенчисене  çирĕп ĕçлев тивĕçне кĕртнĕ. Сиенлĕ ĕçре те 14—16 сехет муритленĕ. Ĕçлеменшĕн тата ĕсрен аяккалла пăрăннăшăн, тапăчсене пурнăçламаншăн, кăшт кăна пăхăнманшăн, çаратнă-пусмăрланă чухне хирĕç тăнăшăн, совет партизанĕсене пулăшнăшăн, коммунистсен партин тата комсомол пайташĕ, еврей нациллĕ пулнăшăн тата пач сăлтавсăрах персе пăрахнă, çакнă, чун тухичченех хĕненĕ. Штрафсемпе асаплантарнă, концлагере хупнă, выльăх-чĕрлĕхе туртса илнĕ тата ыт. Нимĕçсен репрессине чи малтанах славянсем, еврейсем тата чикансем, çаплах, нацистсен шучĕпе, «çынмаррисем», лекнĕ. Вара, Беларуçре пурăнан кашни виççемĕш çынна вĕлернĕ.

Оккупациленĕ территоринче вилĕм лагерĕсене, пĕтĕмĕшле шутлавпа, 5 мĕльюна яхăн çын вилĕм тупнă.

Пурĕпе оккупаци территоринче 7,4 мĕльюн ытла лăпкă çынна шутласах пĕтернĕ.

Оккупацинчи чылай совет халăхне вăйпах ĕçлеме пултараканнисене Германие тата оккупациленĕ промăçлăх енчен аталаннă çĕр-шывсене ĕçе хăваласа кайнă. Ирĕксĕр илсе килнĕ совет çыннисене унта «остарбайтерсем» (хĕвел тухăç ĕçлевçисем) тенĕ.

Германие ĕçлеме вăйпа илсе кайнă совет гражданĕсен йышĕнчен (5 269 513 çын), вăрçă вĕçленсен тăван çĕре 2 654 100 çын таврăннă. Тĕрлĕ сăлтавпа киле таврăнмасăр   эмигрант шутне кĕнĕ — 451 100 çын. 2 164 313 ытти çын тыткăнра вилнĕ.

Хĕллехи кампанин паллă пулăмĕсем шутне Çурçĕр-Кавказ тапăну операцийĕ тата Ленинград хупăрлавне сирни (1943 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕ). Хĕрлĕ Çар Хĕвел анăçнелле хăшпĕр тĕлсенче 600—700 çм тапăнса пырса, тăшманăн пиллĕк çарне çаса аркатнă.

Чӳкĕн 28-мĕшĕнче — раштавăн 1-мĕшĕнче И. Сталинăн, У. Черчиллĕн тата Ф. Рузвельтăн Тегеран конференцийĕ иртет. иккĕмĕш фронта уçасси Конференцири тĕп ыйту пулса тăрать.

Вăрçăн виççĕмĕш тапхăрĕнче герман хĕçпăшаллă вăйĕсен шучĕ те, техника пахалăхĕ те ӳсет. Тĕслĕхрен, вермахтăн танксемпе ХКХ шучĕ 1945 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 12 990 виçе шутланнă, çав шутра 1944 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 9 149, 1943 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне — 7 927 виçе çеç. Çак ӳсĕме Шпеер, Мильх тата ыт. 1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче тапратнă Германи промăçлăхне вăрçăна мобилизацилес программăна ĕçе кĕртнипе çитнĕ.
Çапах та Хĕвел тухăç фронтĕнче питĕ нумай çухату тӳснипе, танкистсемпе вĕçевçĕсене вĕрентме топливо çитменни герман хĕçпăшаллă вăйĕсен пахалăхне чакарса пырать. Çавăнпа стратеги инициативи СССР тата унăн тăмарĕсене куçать, Германин çухатăвĕсем вара чылайланаççĕ.

Тапăнăва 1-мĕш, 2-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш Украина фрончĕсем, 2-мĕш Беларуç фрончĕ, Хура тинĕс флочĕпе Азов вăрçă флотилин карапĕсем тата оккупациленĕ территоринчи чылай партизан хутшăннă. Çак çапăçусемпе фронт 1943 çулхи раштав вĕçĕнчипе танлаштарсан 250—450 çм малалла куçать. Совет çарĕсем 1,1 млн çынна çухатаççĕ, вĕсенчен тавăрусăр — 270 пинрен кăшт ытларах. 

Сылтăм çыранĕн Украинине ирĕке кăларнипе пĕрлех Ленинград-Новгород операцийĕ (1944 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕ — пушăн 1-мĕшĕ) тапранать. Çак операци шучĕпе Красносельск-Ропшин, Новгород-Луга, Кингисепп-Гдов тата Старорусса-Новоржевск фронтăн тапăну операцисене ирттернĕ. Вĕсен тĕллевĕсенчен пĕри Ленинградăн хупăрлавне татса ярасси.

Совет çарĕсем тапăнса пырса Г. Кюхлер генерал-фельдмаршал ертсе пынă «Çурçĕр» çарĕсен ушкăнне аркатса янă. Çаплах Ленинградăн 900-кунлă хупăрлавне сирнĕ,  Ленинград, Новгород облаçĕсен пур территорине тенĕ пекех, Калинин облаçĕн чылай пайне тăшманран хăтарса, совет çарĕсем Эстони территорине çитнĕ. Совет çарĕсен çак тапăнăвĕ нимĕç çарпуçлăхне совет çарĕсен 1944 çулхи хĕллехи тĕп тапăнăвне чарма «Çурçĕр» ушкăнăн çарĕсене Сылтăм çыранĕн Украинине куçарма май памасть.

Операцие Ленинград тата Волхов фрончĕсем, 2-мĕш Балтиçум фрончĕн хăшпĕр пайĕсем, Балти флочĕн вăйĕсем, инçет вĕçев авиаципе партизансем хутшăннă. Ленинград-Новгород операцинче çарсем 220—280 çм малалла куçнă. Совет çарĕсен çухатăвĕсем — 300 пин ытла çын, вĕсенчен тавăрусăр — 75 пинрен ытла.

Ака-çу уйăхĕсенче Крым тапăну операцийĕ (ака, 8 — çу, 12) паллă вырăн йышăнать. Ун чухне 2 фронт операцине: Перекоп-Севастополь тата Керчь-Севастополь операцисене ирттереççĕ; операцисен тĕллевĕ — Крыма илесси. Совет çарĕсем Крыма ирĕке кăлараççĕ, нимĕçсен 17-мĕш хирти çарне çĕмĕрсе тăкаççĕ. Хура тинĕс флочĕ хăйĕн тĕп тĕсевне — Севастополе таврăнать. Çак вара Сылтăм çыранĕн Украинине хăтаракан фронтсен тылне хăрушсăрлатать.

Крыма илнĕ çĕре 4-мĕш Украина фрончĕн, А. И. Ерёменко ертсе пынă Уйрăм тинĕсçум çарĕн çарĕсем, Хура тинĕс флочĕ, Азов вăрçă флотилийĕ (каярах ăна Танай вăрçă флотилине куçарнă) вăйĕсем хутшăннă. Совет çарĕсем 85 пине яхăн çвнна çухатнă, вĕсенчен тавăрусăр — 17 пинрен ытла. Совет çарĕсем Крыма уйăхран ытларах вăхăт ирĕке кăларнă.

Совет çарĕсем малтан ЕÇ пĕрле нимĕçсене хирĕç кĕрешнĕ, кайран ЕÇ офицерĕсене  аресленĕ, салтакĕсене советсем майлă Берлинг генералăн Поляксен Çарне мобилизациленĕ. Ирĕке кăларнă çĕрсенче, Хĕрлĕ Çарăн çывăх тылĕнче ЕÇ ушкăнĕсене хĕçпăшалсăрлантарма пикеннĕ, анчах та вĕсем вăрттăн пурнăçа куçнă. Çак ĕç-пуç 1944 çулхи утă уйăхĕнче Польша территоринче т е тăсăлнă. 1944 çулхи çурлан 23-мĕшĕнче Люблинран Кисанри лагере ЕÇ тĕкерçисен пĕрремĕш пайне ăсатнă. Унчен вĕсене малтан нимĕçсен пулнă Майданек наци концлагерĕнче тытнă.

 1944 çулхи утăн 21-мĕшĕнче Хелмре поляк коммунисчĕсемпе тăмарĕсем Польшăн наци ирĕклĕх комитетне — Польшăн вăхăтлă советсем майлă правительствине — йĕркелеççĕ.

Çĕртмен 25-мĕшĕнче Мускавра Çĕнтерӳ парачĕ иртнĕ. 1945 çулхи утă-çурла уйăхĕсенче Потсдам конференцинче СССР, Аслă Британи тата АПШ ертӳçисем Европăн вăрçă хыççăнхи тытăмлăхне епле йĕркелес пирки калаçса татăлнă.




#Article 731: Паламар (120 words)


Паламар — хунсен IV ĕмĕрти патши.

Хунсем Вăтам Азирен Çурçĕр Кавказпа Меоти (Азов) кӳлли таврашне пирĕн эрăри 370-374-мĕш çулсенче хăпса тухнă. Вĕсене ун чухне Паламар патша ертсе пынă.

Ку хушăра Туранра пурăнакан авалхи чăваш йăхĕсем пурте: чăвашсем те, сăкăтсем те, сăварсем те, массакетсем те, шăхальсем те, уписем те, саккисем те, эссекӳльсем те хунсен уртине кĕнĕ. Çак 374 çултан пуçласа вара Халăхсен Аслă Куçса Кайăвĕ (Великое Переселение Народов) пуçланнă. Весь Восток задрожал при внезапно разнесшихся вестях, что от крайних пределов Меотиды, между ледяным Танаидом и свирепыми народами Массагетов, где Александровы запоры сдерживают дикие племена скалами Кавказа, вырвались рои гуннов, которые, летая туда и сюда на быстрых конях, все наполняли резней и ужасом.— çырать IV — V ĕмĕрсенче пурăннă христиан çыравçи Иероним.




#Article 732: Рохшанак (107 words)


Рохшанак — Сăкăт хĕрĕ, унăн ашшĕ — Оксиарт. Вăл IV ĕмĕрте пурăннă.

Пирĕн эрăчченхи 327 çулта Александр Македонски çарĕ сакăтсен ту çинчи питĕ вăйлă çирĕплетнĕ Сăкăт ту-чакăлĕ карманне хупăрласа илнĕ. Кармана хӳтĕлекенсем сахал пулин те, тăшманпа питĕ маттур çапăçнă. Вĕсем Оксиарт пулăшасса шаннă, мĕншĕн тесен карманра унăн чипер хĕрĕ Рохшанак пулнă. Анчах та вĕсем пулăшăва кĕтсе илеймен, Эскемер тупа туса каланă сăмахĕсене ĕненеççĕ те парăнаççĕ. Александр вара Рохшанака питĕ хĕрӳллĕн юратса пăрахать те ăна арăм пулма ыйтать. Çакăн пек ĕç хыççăн вăл Сăкăт патшалăхĕн ертӳçĕсене хăй майлă çавăрать. Грексем Рохшанака Роксана теççĕ.

Пирĕн эрăчченхи 323 çулта çулла Александр Македонски вилет. Рохшанак ывăл çуратать. Ăна Александр ят параççĕ.




#Article 733: Сăкăт патшалăхĕ (254 words)


Сăкăт патшалăхĕ, — хальхи Таджикистанпа Узбекистанăн кăнтăр пайне тата Афганистанăн çурçĕр пайне йышăннă авалхи патшалăх. 

Сăкăт — Ахемен ăрăвĕн импери провинцийĕ, Бегистун чуллă сăртĕнче, хальхи Таджикистан (Памирсăр пуçне), кăнтăр Узбекистан (Самаркандпа Бухара çĕрĕсене хута илсе те) çурçĕр Афганистан территорисене пĕрлештерсе тăнă. 

Хальхи таджиксем сăкăтсемпе бактрисен нĕселĕсем шутланаççĕ.

Каярахпа çак çĕрсенче арапсене хирĕç пăлхавсем (тĕслĕхрен, 728—729 çулсенче) хыпса тухнă.

Зарафшан шывĕн улăхĕ Вăтам ĕмĕрсенче Сăкăт О (Самарканд) ятлă пулнă, çав ят паянкуна та упранса юлнă. 

Сăкăт Бактрирен çурçĕр еннелле, Окс (Амударья)  Яксарт (Сырдарья) шывĕсем хушшинче вырнаçнă пулнă, кунти Зарафшан шыв улăхĕсенчи çĕрсен тупăçлăхĕ пысăк пулнă.

Македони Александрĕ Сăкăт патшалăхне  Бактрипе пĕр сатрапийе пĕрлештернĕ. Тепĕртакран сатрапине Грек-Бактри патшалăхĕн Бактри Диодотомне куçараççĕ, çав ятпа вăл пирĕн эрăччен III ĕмĕр таран, скифсем çĕнтерсе иличченех, палăрса тăрать.

Вĕсем çинчен китай çынни Цзян Кван çапла çырнă: «Та-Юаньрен (Фергана) 2,000 ли (1,000 çм) çурçĕр-анăç еннелле Каньгдзю (Сăкăт) вырнаçнă. Кунта юркăн халăх пурăнать, çав халăхăн йăла-йĕркисем юэ-чжи халăхĕнни пекех пулаççĕ. Вĕсен çарĕнче ухăпа перекенсен шучĕ: 80000 — 90000 çын. Çак пĕчĕк çĕршыв Та-Юаньпе юнашар, вăл юэ-чжи халăхĕн ирĕклĕхне хисеплет». (Синдзи, 123, Цзян Кван). 

IV—VIII ĕмĕрсенче сăкăтсем тухăçпа анăç хушшинчи суту-илӳре малта пынă, вĕсен сутăç, пурăну вырăнĕсем (колонийĕсем) Сăкăтран аякрах — тĕслĕхрен, хальхи Китайăн тухăç çĕрĕсенче, пулнă.

Сăкăтсем Аслă пурçăн çулĕ урлă тухăçпа анăç хушшинчи сутă-илӳ ĕçĕсене хастар хутшăннă, çак çул пулăшăвĕпех будда тĕнĕ анлăланса кайнă. Хăш-пĕр çĕртре çырнă тăрăх, Сăкăтра туптанă хĕçпăшала (тĕслĕхрен, кӳпе) Китайра тата ытти çĕрсенче сутнă.

Сăкăт чĕлхи Аслă пурçăн çулĕ тăрăхĕнче лингва франка чĕлхи ĕçне пурнăçласа тăнă. Перси чĕлхинче те, тĕрĕк халăхĕсен чĕлхисенче те сăкăтсен лексики упранса юлнă.




#Article 734: Drupal (130 words)


Drupal, — PHP чĕлхи çинче çырнă сайта тытса тăмалли система. Сайт ăшлăхне упрамашкăн релятивлă даннăйсен базисене усă кураççĕ (MySQL, PostgreSQL ДБТТСсемпе ĕçлеме пултарать). Drupalа ирĕклĕ усă курма юрать, ăна GPL лицензипа сараççĕ. 

Системăна 2000 çулта Дрис Байтаерт çырма пуçланă. Системăн ячĕ голланд чĕлхинчи druppel (тумлам) сăмахĕнчен пулса кайнă.

Друпал интерфейсне нумай чĕлхе çине куçарнă. 5-мĕш версин интерфейсне 33 чĕлхе (вĕсем пурте тулли мар) çинче тупма пулать. Чăвашла хальлĕхе куçарман. Интерфейс сăмахçаврăнăшĕсем системăн даннăсен базинче упранаççĕ. Çавăн пекех ннтерфейс сăмахçаврăнăшĕсене импортлама тата экспортлама po файлсем усă курăнаççĕ.

Малашне XLIFF формата усă курма пуçласшăн. Ку вăл gettext çыхăнăвне пăрахăçланине пĕлтермест, унпа та ĕçлеме пулĕ.

Drupal системăн чи лайăх енĕсем шутне вăл хушăмсемпе ĕçлеме пултарни кĕрет. Drupal валли нумай хушăмсем çырнă. Хушăмсене усă курса ку система çинче темĕн тĕрлĕ сайт та хатĕрлеме пулать.




#Article 735: Треньел (116 words)


Треньел (Тĕрĕньел), — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. 1927 çулчен Катек ятлă пулнă[çăлкуç кирлĕ].

Патăрьелтен 9 çухрăмра çурçĕрелле вырнаçнă. Ялпа юнашар Ыхра Çырми юханшывĕ иртет.

Треньелте 504 çын пурăнать. Ялта шкул, ял клубĕ, фельдшер пункчĕ пур. 

Ку яла никĕслекенĕ Тĕрĕн ятлă пулнă, вал Кивĕ Катек çынни пулнă. 1722-1727 çулхи халăх çыравĕ вăхăтĕнче ку яла вырăсла Новое Котяково ят панă. Вырăсла ăна Çĕнĕ Катек ят парса чиновниксем налук пухнă чухне йăнăш тăвас мар шухăшпа панă ĕнтĕ. 

Чĕмпĕр кĕпернийĕ Астăвăм кĕнеки тăрăх 1868 çулта кунта 37 кил пулнине çирĕплетсе калама пулать. Вĕсенче 89 арçын тата 96 хĕрарăм пурăннă. 1911 çулта вара ялта 89 кил пулнине палăртнă. Вăл вăхăтра ялта 274 арçынпа 239 хĕрарăм пурăннă. 61 килте çырма-шытлама пĕлнĕ.




#Article 736: Хун чĕлхи (118 words)


Хун чĕлхи, — хунсен чĕлхи. Çухалнă чĕлхе шутланать. Тĕпчевçĕсем вĕсен çырулăхĕ пулман тесе шутлаççĕ пулсан та, чăвашсем хушшинче сыхланса юлнă тĕрĕ çырăвĕ çак шухăшпа килĕшмелле маррине кăтартать. Хунсен тĕрĕ çырăвĕ анăçалла килес умĕнех пулнă. Çапах та вĕсен çырулăхĕ пулнине çирĕплетсе паракан чăнлавсене халиччен тупайман. 

Ăсчахсем ку чĕлхе ротацизмлă тата ламбдаизмлă тĕрĕк чĕлхи пулнă тесе шутлаççĕ.

Хунсен çырулăхĕн тĕслĕхĕсене тупман, çапах та питĕ сахал хун сăмахĕ сыхланса юлнă, вĕсене  грек е латин куçăвĕнче хытă улăштарнă — ытларах пайăр ятсем, вĕсем тĕрĕк тымарĕнчен пулнине курма пулать ( е  пăхăр). Encyclopaedia Britannica çырнипе, Хасар чĕлхипе пĕрле r- тата l-тĕслĕ тĕрĕк чĕлхисен пăлхар туратĕнче шутланать,тĕрĕксен паянхи чĕрĕ чĕлхисенчен чăваш чĕлхи (ытти чĕрĕ тĕрĕк чĕлхисем z- тата š-тĕслĕ чĕлхе пулать) кăна упранса юлнă.




#Article 737: Лисицина Зоя Васильевна (108 words)


Лисицина Зоя Васильевна (1952 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕ,  Кăкшăм ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР —) — паллă чăваш меццо-сопрано юрăçи, Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Етĕрне районĕнчи Кăкшăм шкулĕнче вĕреннĕ чухнех актриса пулма ĕмĕтленнĕ. Çавна май ялти шкула пĕтерсен Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕн вокал уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Хăйĕн иксĕлми пултарулăхне Зоя чи малтан Сăр шывĕ хĕрринче ирттернĕ ĕçпе юрă уявĕсенче тата республикăри тĕрлĕ кăтарту-конкурсĕсене хутшăннă, лауреат ятне тивĕçнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна мусăк училищине вĕçленĕ хыççăнах Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамбльне ĕçе илнĕ.

Зоя Лисицына илемлĕ те çепĕç сасăпа юрланине Германири, Италири, Венгрири, Словакири, Чехири тата ытти çĕршыври ӳнере юратакансем те итленĕ.




#Article 738: Иллирисем (308 words)


Иллирисем, — Балкан çурутравĕн çурçĕр-анăç енĕнчи Дунайăн вăтам юхăмĕнчен пуçласа Адриатика тинĕсĕн хĕрри хушшинче пурăннă инди-европа йăхĕсенчен тăракан ушкăн. Ку ушкăна далматсен, либурăнсен, истăрсен, яподсен, паннонсен, дезитиадсен, пирустсен, диционсен, дардансен, ардиейсен, таулантсен, плерейсен йăхĕсем кĕнĕ. Çавăн пекех Аппенин çурутравĕн кăнтăр-тухăç енче пурăнакан япигсемпе мессапсем тата ыттисем ку ушкăна кĕнĕ.

Иллирисем çинчен чи малтан Гекатей Милетский (пирĕн эрăччен VI ĕмĕрте пурăннă), Геродот (пирĕн эрăччен V ĕмĕрте пурăннă) çырса хăварнă. Пирĕн эрăчченхи VII-III ĕмĕрсенче вĕсем пурăнакан вырăнта грексем хăйсен колонийĕсене никĕсленĕ. Малтан иллирисем хăйсен çурчĕсене якатман чулсенчен тунă пулсан каярах вара грексенчен тĕслĕх илсе якатса купалама пуçланă. Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрте ку вырăна кельтсем пырса кĕнĕ. Иллирисен вара кăштах хĕсенме тивнĕ, тепĕр пайĕ кельтланса (иллири-кельт йăхĕсен ушкăнĕ йĕркеленнĕ) кайнă.

Пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрте римлянсем пырса кĕнĕ вăхăта вĕсен пурнăçĕ тĕрлĕ класран тăма пуçланă та пулнă ĕнтĕ. Классем çине пайланасси энхелейсен пирĕн эрăчченхи IV ĕмĕрте, таулантсен — пирĕн эрăчченхи IV ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче, ардиейсен — пирĕн эрăчченхи III ĕмĕрĕн çурринче пуçланнă. Ку вăхăталлах вĕсем юнашарти йăхсене хăйсене пăхăнтарса пысăк патшалăх туса хунă. Тĕп хули Шкодерта вырнаçнă пулнă.

Пирĕн эрăчченхи 229-228, 219, 168-167 çулсенче Иллири вăрçисем иртнĕ. Иллирисемпе римлянсем хушшинчи вăрçăра римлянсем çĕнтернĕ. Пирĕн эрăчченхи 167 çулта иллирисен çĕрĕ римлянсем империне кĕме пуçланă. Пирĕн эрăчченхи 148 çултанпа Македони провинчине кĕме пуçланă. Либурăнсем, далматсем тата и яподсем пурăннă çурçĕр çĕрĕсене римлянсем пирĕн эрăчченхи II-I ĕмĕрсенче çĕнтерсе илнĕ.

Пирĕн эрăчченхи 35-33 çулсенчи Иллири вăрçинче вара вĕсене римлянсем тĕппипех çĕнтерсе илнĕ. Пирĕн эрăри 6-9 çулсенче паннонсемпе далматсен пăлханăвĕ иртнĕ. Вăл пăлхава пусарнă хыççăн римлянсем хăйсене шалти Далматире пурăнакан дезитиатсемпе пирустсене те пăхăнтарнă. 

Пăхăнтарнă халахсем питĕ хăвăрт романланма пуçланă. Ку уйрăмах çыран хĕрринче тата хулара пурăнакансем хушшинче вăйлă сисĕннĕ. Халăхсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçа пуçланă тапхăр çитсен вара ку халăх пушшех те çухалнă. Чĕлхи упранса те юлман.

Ăсчахсем вĕсен еткерĕсем шутне албансене кĕртеççĕ. Иллирисен культурин палăкĕсем çавăн пекех Австри, Итали, Албани, Македони патшалăхĕсен çĕрĕсенче вырнаçнă.




#Article 739: Хуракӳл (121 words)


Хуракӳл, — Киргизин Джалал Абад облаçĕнчи хула. Хура Шыв Нарына юхса кĕнĕ вырăнта ларать.

Хула тусем хушшинче ларать. Хула таврашĕнче çын хатĕрленĕ икĕ кӳлĕ пур. Пĕри «Пионерски», тепри «Комсомольски» ятлă. Хулапа юнашар, ту хырçин тепĕр енче, Токтокӳл ГЭСĕ вырнаçнă.

Ку пурăну вырăнне 1962 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Токтокӳл ГЭСне тăвакансен посёлокĕ пек никĕсленĕ. 1977 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче Кăркăс ССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хушăвĕ тăрăх посёлоке хула шутне кĕртнĕ. 

Хула урлă Бишкек-Ош автоçул иртет.

Хулара пысăк предприятисем вырнаçнă.

СССР арканса кайнă хыççăн ГЭС каскадне пачах та тума пăрахнă. Ăна пула предприятисен пĕр пайĕ хупăна пуçланă, теприсем урăх ĕç çине куçнă. Хальхи вăхăтра ĕçлекен предприяти шутне энерги тăвакан Каскад ТГЭС кăна кĕрет.

Хулара 4 шкул, Бишкекри политехника интитучĕпе строительство техникумĕсен вырăнти уйрăмĕсем пур.




#Article 740: Нарын (105 words)


Нарын, — Киргизинчи Нарын облаçĕн тĕпĕ, хула.

Хула Нарын юханшывĕн хĕрринче, тинĕс шайĕнчен 2500 метр çӳллĕшĕнче ларать.

Çанталăк кунта континентлă, типĕ. Хĕл сивĕ, 145-165 кун тăсăлать. Кăрлач уйăхĕнчи температура вăтамран -17°С таран анать, çулла вара вăтамран 18°С таран хăпарать. Çулталăк хушшинче 250—300 мм юр-çумăр çăвать.

Хулан ĕмĕрĕ питĕ вăрăм. Ку вырăнта малтан Кашгара каякан çуту-илӳ çулĕ иртнĕ. Çак çул хĕрринче вара хĕтĕленӳ вырăнне туса лартнă пулнă. Çак хӳтĕленӳ вырăнĕ патĕнче аталанса кайнă та ĕнтĕ хула.

Хулара Нарын патшалăх университечĕ, краеведени музейĕ, музыкăпа драма театрĕ тата «Манас Руху» халăх театрĕ вырнаçнă.

Хулара «Тӳпе тăвĕсем», «Ула Ту», «Кермен Ту» турист фирмисемпе хăна çурчĕсем, «Салкын-Тор» кану вырăнĕ пур.




#Article 741: Чăваш Енĕн историйĕ (462 words)


Чăваш Ен кун-çулĕ, — Чăваш Енпе çыхăннă истори, унăн территорийĕнче тĕрлĕ вăхăтра пулса иртнĕ пулăмсен  ярăмĕ. Ăна темиçе пая уйăрма пулать.

Ку тăрăха çынсем 80 пин çул каялла пурăнма килнĕ. Археологсем Чăваш Енре апаш, анань, хулаш культурин вырăнĕсене тупса палартнă. 

Чăвашсен мăн аслашшĕсем ку тăрăха VII ĕмĕрте çитнĕ. Кунта вĕсене Кăтра Паттăр ертсе килнĕ. Атăлпа Чулман Атăл хушшинчи çĕрсем çине çитнĕ хыççăн çĕнĕ патшалăх йĕркеленме тытăнать — вăл историре Атăлçи Пăлхар ятпа юлнă. Атăлçи Пăлхар питĕ вăйлă патшалăх пулнă. Унăн çĕрĕсем хальхи Чулхулапа Урал тăвĕсем таран çитнĕ.

Патшалăхра нумай хула пулнă. Хăш-пĕр малтанхи хула вырăнĕсенче хальхи паллă хуласем лараççĕ — Чĕмпĕр, Самар. Патшалăхăн тĕп хули малтан Пăлхар пулнă, кайран, Ишлĕ хулине вырăс шывçи хурахĕсем çунтарса янă хыççăн, тĕп хулана шаларах вырнаçтарас тесе Пӳлĕре куçарнă. Пӳлĕр хули те вăл вăхăтри Парижпа тан пулнă.

Патшалăх нумай çĕрсемпе суту-илӳ тунă. Китай, Инди, анăçри патшалăхсемпе çыхăну тытнă.

Патшалăх культура енĕпе вăйлă аталаннă — паллă çыравçăсем, ăçчахсем пурăннă. Вĕсен шутен Якуб ибн Нугман çыравçă, Бурхан-ад-Дин ибн Юсуф-аль-Болгари риторикăпа медицина çинчен çырнă çыравçă, Хамид ибн Идрис-аль-Болгари философ, Кул Гали сăвăç.

Малтан патшалăхра авалхи тĕнпе пурăннă. Каярах вара христианлăх, ислам тĕнĕсем сарăлма пуçланă. Чи малтан ислам тĕнне Алмас патша вăхăтĕнче йышăннă. Вăл вăхăтра хасарсен ханлăхĕ питĕ вăйлă пулнă. Вĕсемпе кĕрешес тесе Алмас патша арапсенчен пулăшу ыйтать, Багдадран ятарлă елчĕсем ярса пама ыйтать. 922 çулта вара Пахтатран арапсен елчисем килнĕ. Вĕсен шутĕнче Ахмед ибн-Фадлан çулçыравçă та пулнă. Атăлçи Пăлхарти пĕр йăхĕсенчен пĕри ислам тĕнне хирĕç пулса пăлхав çĕкленĕ.

XIII ĕмĕрте монголсем Мускавăн историпе пĕтĕм тĕнчене чĕтретме тытăнаççĕ, пĕр халăх хыççăн тепĕр халăха хăйсене пăхăнтараççĕ. 1223 çулта Атăлçи Пăлхар тапăнса кĕнĕ монголсене чи малтан çапса аркатнă. 1229, 1232 çулсенче вĕсем каллех Атăлçи Пăлхара тытса илес шухăшпа килеççĕ, анчах та вĕсене çăпса аркатаççĕ. Темле вăйлă патшалăх пулсан та 1236 çулта Атăлçи Пăлхар тутар-монголсене парăнать. Çапах та вĕсем ку тăрăхра канлĕ хуçаланайман — çăлăнса юлнă халăх темиçе хут та пăлхав çĕкленĕ. 1241 çулта вара тутар-монголĕсем ку çĕрсене иккĕмĕш хут çĕнтерсе илнĕ. 1242 çулта Ылтăн Урта йĕркеленет, ку çĕрсем вăл патшалăха кĕреççĕ. 1361 çулта ку çĕрсем çине Ылтăн Уртапа хирĕçсе кайнă Уксак Тимур килсе кĕрет — нумай халăха касса тухать.

Раççей шутĕнче пурăннă вăхăтра Чăваш Ен çĕрĕсем çинче темиçе вăрçă тухать — пурте вĕсем хĕрĕçченсене пусмăрланинчен хăтарассипе çыхăннă. Степан Разин, Емельян Пугачёв ертсе пыракан вăрçăсене чăвашсем уйрăмах анлăн хутшăнаççĕ.

Автономлă облаçе туни хыççăн экономика ыйтăвĕсене та татса пама вăхăт çитнĕ. Граждан вăрçи хыççăн Чăваш Енĕ экономика тĕлĕшĕнчен самай арканса пĕтнĕ пулнă. Акмалли çĕрсен лаптăкĕ пĕчĕкленнĕ, вăрман сахалтарах каснă, тур-пулĕ те япăх пулнă. Çапах та ку йывăрлăхсем çине пăхмасăр Чăваш çĕрĕ 1920/1921 çулсенчи продразвесткăна 108% таран пурнăçланă. Чăвашсем унччен те хăйсене пусмăрланине чăтса тăман, халĕ те, хăйсене ытла вăйлă хĕснĕрен совет влаçне хирĕç кĕрешме пуçланă. 

Пăлхав йĕр хăвармасăр иртмен. 1921 çулăн çуркунне РКП(б) продразвестка вырăнне çĕнĕ экономика политики çине куçать, ирĕклĕ суту-илӳ тума май параççĕ.




#Article 742: Арча кун-çулĕ (598 words)


Арча хулине вырăс çулçӳревçĕсем 1497 çулта асăнаççĕ. Анчах та Арча хули X — XII ĕмĕрсенче пулнă, халĕ Тутарстанри Арча хулин варринче вырнаçнă пулнă. Арча хулине халĕ вырăсла Арск теççĕ. Чылай тĕпчевçĕсем унăн вырăсла ятне кура вăл арсен хули е арсем (удмуртсем) пурăннă вырăнта никĕсленĕ хула тесе шутлаççĕ. Ку вăл пачах та тĕрĕс мар.

Арча — йывăç ячĕ, анчах та вăл, тутар тĕпчевçисем каланă пек, уртăш мар. Арча — уртăш евĕрлĕ урăх йывăç. Вăл, ахăртнех, ĕлĕк Атăлçи Пăлхарстанра чылай çĕрте, уйрăмах туллă-сăртлă çĕрте ӳснĕ пулас. Арча уртăшран çӳллĕрех, хулăнрах. Арчаран чăнласах та тĕрлĕ тумтир упрамалли сунтăх тунă. Кайрантарах ăна йывăççи ячĕпе арча теме тытăннă. Арча йывăç патне хурт-кăпшанкă та, шĕкĕ те пымасть, унта кĕпе-тумтир питĕ аван упранать.

Çапла ĕнтĕ, Арча хулине никĕсленĕ çĕрте арча йывăç нумай ӳснĕ пулмалла. Авалхи пăлхарсем çутçанталăка лайăх пĕлнĕ, юратнă, хисепленĕ, хăйсен темиçе хулине таврара ӳсекен йывăçсен ячĕпе панă — Тупăлхату, Çăкату, Арча...

Авалхи Арча хули Хусан шывĕн çӳллĕ çыранĕнче, ту çинче сарăлса илемленсе ларнă. Пĕтĕмĕшпе вăл 24 пин тăваткал метр лаптăк йышăннă. Ăна никĕслекенсем Хусан çырмипе те, çӳллĕ ту чакăлĕсемпе те усă курнă, хăйсен хулине никам пырса кĕреймесле çирĕплетнĕ. Вăл вырăнта çĕр хăпартса тунă çӳллĕ хӳме пулни халĕ те паллă. Хӳмерен шаларах чултан тунă карман пулни курăнать.

Арча хулине тутар-монголсем çунтарса янă пулмалла. Çапах та кайран вăл çĕнĕрен çĕкленнĕ.

Тĕпчевçĕсемшĕн паллă ĕнтĕ - Хусана илнĕ хыççăн та Арча хули таврашĕнче темĕн чухлĕ чăваш ялĕсем пулнă. Акă 1565-1568 çулсенче çырса илнĕ хăш-пĕр ячĕсем: Пăрнаш (Чăваш Енре халĕ те пур çак ятлă ялсем), Тевлеçер, Кинтĕр, Камай, Кулай, Меметхуçа, Тăлмач, Чура, Кишмет, Кушлавăш, Именкасси, Чăвашли, Шăхаль, Ямпах... Шăхаль ятлă ял вунă ытла та. Е Çемен Элкер çырнине астăвар-ха: Кушлавăш текен вуникĕ ял уйĕ...

Хальхи Тутарстана кĕрекен Кушлавăш ялĕнче тутарсен паллă сăвăçĕ Габдулла Тукай çуралса ӳснĕ. Çавăнпа та ăна чăваш ялĕнче çуралнă теççĕ.

Кушлавăш та, Чура та, Шăхаль те, Ямпах тата ыттисем те чăваш ялĕсем пулнă-çке!.. Тутар-монголсем киличчен çеç мар, кайран та, Хусана вырăссем илсен те... Ку ялсем пурте Арча таврашĕнче. XVII - XVIII ĕмĕрсенче те унти халăх хăйне чăваш тенĕ. Хусантан Арча хулине каякан аслă çула сĕм авалтан Чăваш тăрăхĕ (Чувашская даруга) тенĕ. Акă Н.Спасский хăйĕн Очерки по родиноведению кĕнекинче çырать: «При царе Иоанне IV московские ратные люди ходили на Казань в 1545, 1547, 1548, 1550, 1552 годах, при чем в 1550 году был основан при Устье Свияги город Свияжск. Тогда горные черемисы и чуваши передались России и получили от государя золотую грамоту, льготы в уплате ясака, а инородческие послы были щедро награждены. Скоро и другие инородцы потребовали от Казани подчинение России. Так, арские чуваши (Арча чăвашĕсем) с оружием явились на ханский двор и стали требовать, чтобы хан покорился Москве».

XVI ĕмĕрте «Царственная книга» текен хайлав-чăнлавра çакна татах çирĕплетнĕ: «В Арске жили Чуваши», — тенĕ унăн 175-мĕш страницинче. Çак çамахсене XIX ĕмĕрте Хусанта пурăннă вырăс тĕпчевçи Карл Фукс хăйĕн «Казанские татары» кĕнекинче питĕ курăмлă çырать.

XIX ĕмĕрте çеç унти чăвашсем ислам тĕнне йышăнса тутарланма тытăннă. XIX ĕмĕр вĕçĕнче ку таврара туп-тулли чăваш ялĕсем пулнине вырăссен паллă хĕрарăм çыравçи Софья Чичерина та хăйĕн «У приволжских инородцев» кĕнекинче кăтартать. Вăл хăй куçепе тутарланса пыракан чăваш ялĕсене курнă. Çирĕм çӳл каялла чăваш ялĕ пулнă вырана пырать те унта тутарсем пурăннине курать. Ваттисем те, çамрăксем те чăвашла пĕлмеççĕ, хăйсене чăнласах тутар теççĕ. «Эсир тутар мар, эсир чăваш-çке-ха!» — тесен, ваттисем: «Çук, эпир ĕлĕк хура тĕнпе пурăннă, халĕ çутă тĕне тухрăмăр!» — теççĕ.

Арча районĕнче халăх хăйне тутар тет пулсан та, вырăн, çырма-çатра, ял ячĕсем йăлтах чăвашла. Унта Вăрăмçырма, Хураçырма ялĕсем пур. Вĕсенче «тутарсем» пурăнаççĕ. Вĕсем халĕ те ĕнтĕ хăйсен аслашшĕсем тахçан чăваш пулнине аса илесшĕн те мар.

Арча хули те йăлтах тутарланса кайнă. Ячĕ çеç авалхи пăлхарсен никĕсĕ пулнине тĕнчене пĕлтерет.




#Article 743: Петров Пётр Петрович (105 words)


Пётр Петрович Петров, — чăваш журналисчĕ. 1900 çулхи çĕртме уйăхĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Вылпасар ялĕнче çуралнă.

Илларионова Олеся Вячеславовна - чăваш журналисчĕ

Мăн Чурашри икĕ класлă шкулта ăс пухнă хыççăн çав шкулти вĕрентекенсен семинаринче тата Вăрнарти педагогика техникумĕнче икшер çул пĕлĕвне ӳстернĕ. Вĕренес туртăм чăваш ачине каярах Хусанти педагогика институчĕн истори факультетне илсе çитернĕ. Вĕренсе тухса «1-ступеньлĕ шкул вĕрентекенĕ» (Учитель школы 1-й ступени) дипломне тивĕçнĕ.

Хĕсмете парти мобилизацийĕпе лекнĕ. Унтан вăл 1923 çулхи пуш уйăхĕнче таврăннă. ВКП (б) Чăваш облаç комитечĕнче ĕçленĕ. 1926-1929 çулсенче республикăри «Канаш» хаçат редактор çумĕн ĕçне тимленĕ. 1929-1931 çулсенче Сĕнтĕрвăрри вăрман техникумĕнче студентсене вĕрентнĕ. Ун хыççăн каллех парти комитетĕнче ĕçленĕ. 




#Article 744: Пехил Вениамин Васильевич (143 words)


Пехил Вениамин Васильевич (чăн хушамачĕ Кондратьев, 02.01.1955, Янкас ялĕ,  Красноармейски районĕ, Чăваш АССР — 24.07.2004, Шупашкар, Чăваш Республики), — чăваш сăвăçи. 

Чăваш АССР шутĕнчи Красноармейски районĕн Янкас ялĕ çуралнă. Ялти вăтам пĕлӳ паракан шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн истори-филологи факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ.

Унăн çак кĕнекесем тухнă:

Вениамин Пехил (Кондратьев) // Чӑваш литературин антологийӗ. – Шупашкар, 2013. – [Т. 2] : Поэзи. – С. 121.

Кошкин-Кервен, В. «Юлташӑм сӑвӑҫ чунлӑ...» / В. Кошкин-Кервен // Тӑван Атӑл. – 2015. – № 1. – С. 95-97 : сӑн ӳкерчӗк.

Смирнова, В. Шӑнкрав курӑкӗ парне пултӑр-и?.. / В. Смирнова // Хыпар. – 2015. – 4 февраль/нарӑс. – С. 4 : сӑн ӳкерчӗк. 

Михайлов, В. М. Кондратьев (Пехил) Вениамин Васильевич / В. М. Михайлов // Энциклопедия Красноармейского района. – Чебоксары, 2018. – С. 274. 

Родионов, В. Г. Пегиль (Кондратьев) Вениамин Васильевич / В. Г. Родионов //  




#Article 745: Мăн Какшан (106 words)


Мăн Кокшага, — Киров облаçĕпе Мари Эл республики тăрăх юхакан юханшыв, Атăлăн сулахай юппи. Юханшыв тăршшĕ 297 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 6 330 çх2.

Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче шăнса ларать те ака уйăхĕн варринче пăртан тасалать.

Малтан юханшыв лăсăллă вăрмансем тăрах юхать. Нумай çĕрте шурлăхлă вырăнсем урлă иртет. Аяларахи юхăмра вара юнашар иртсе тухма çук шурлăхсем вырнаçнă. Атăла (Куйбышев шывуправне) Кĕçĕн Кокшагăран кăшт çӳрелех Çĕнĕ Шупашкара хирĕç юхса кĕрет.

Киров облаçĕнче юханшыв хĕрринче Кикнурпа Санчурск хула евĕрлĕ посёлоксем вырнаçнă. Мари Элте пурăну вырăнĕсем сахал. Юханшыв хĕрринче вырнаçнă ялĕсенчен нумайăшне пăрахса кайнă.

Юханшыв хĕрринче вырăссемпе çармăссем пурăнаççĕ.

Чи пысăк юппи — Мăн Кундыш.




#Article 746: Белова Зоя Степановна (133 words)


Белова Зоя Степановна, — филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1951 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çатракасси ялĕнче çуралнă.

Ӗçри çитăнӳсемшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе (1993), Аслă тата ятарлă вăтам пĕлӳ министерствин «За отличные успехи в среднем специальном образовании» паллипе чысланă.

Зоя Белова — канăçсăр чунлă çын. Аслă шкулта илнĕ малтанхи пĕлӳ ăна çырлахтарайман, çителĕксĕр туйăннă. Çавăнпа та вăл 1979 çулта Чăваш патшалăх университечĕн истори уйрăмĕнчен, 1997 çулта вара географи уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Аспирантурăра, кайран докторантурăра вĕреннĕ.

Хăйĕн тĕпчевĕсенче Зоя Белова куçпа курса вĕрентмелли кăтарту пособийĕсемпе тухăçлă усă курни ачасен реалистла шухăшлавне аталантарма пысăк майсем туса панине çырса кăтартнă. Тĕпчевçĕ реализмла шухăшлавăн паллисене педагогика, философи ăслăлăхĕнче пĕрмĕш уçса панă, унччен ку ыйтупа никам та ĕçлемен. Унăн тĕпчевĕсенчи сĕнĕвĕсем вĕрентӳ ĕçĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ.

Зоя Степановна 50 тĕпчев ĕçĕ ытла пичетлесе кăларнă.




#Article 747: Васильев Анистрад Григорьевич (233 words)


Васильев Анистрад Григорьевич, (1942 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Вомпăкасси ялĕнче çуралнă) — техника ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент.

Еçри çитĕнӳсемшĕн А. Г. Васильева «СССР ăслайçи» ят панă, Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Юратнă ĕçри кăсăк самантсемпе тĕрлĕ ыитусем Анистрад Васильева хăйĕн пĕлĕвне ӳстерме, аслă пĕлӳ илме хистенĕ. Çавăнпа вăл 1962 çулта Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ, унтан 1967 çулта чаплă паллăсемпе вĕренсе тухнă. Ректорат пултаруллă та тавçăруллă, анлă пĕлӳллĕ çамрăка институтрах хăварнă: вăл малтанхи тапхăрта ассистент, каярах аслă преподаватель, доцент ĕçĕсене туса пыраканĕ пулса ĕçленĕ. 1979 çулта Анистрад Григорьевич «Исследование стационарной дождевальной системы с дефлекторными насадками в теплице» темăпа диссертаци хӳтĕлесе техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. 1982 çулта ăна доцент ятне панă. Вăл ертсе пынипе ял хуçалăх механизаци факультетĕнчи 160 ытла студент ял хуçалăх производствин кулленхи ыйтăвĕсемпе тачă çыхăннă темăсене тишкерсе диплом проекчĕсене хӳтĕленĕ, вĕсенчен çиччĕшĕ унпа пĕрле ял хуçалăхне механизацилес ĕçре усă курмалли çĕнĕлĕхсене шухăшласа кăларнă. Анистрад Васильев ертсе пынипе унăн аспиранчĕ В.В. Нестеров 2000 çулта кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.

Анистрад Григорьевич ял хуçалăхне чĕререн парăннă çын. Ахальтен мар ĕнтĕ Вомпăкассинче вăл хăйĕн килти хуçалăхне тĕпчев участокĕ туса хунă. Унта мĕн-мĕн ӳсместтĕр: кедр, улпут çырли, барбарис, шурă акаци, айва, Китай лимонникĕ, Курил чейĕ, тĕрлĕ кăмпа т.ыт.те. Кунта вал, сăмахран, çĕрулмине, ытти пахча çимĕçĕсене ансат майсемпех тухăçлă туса илес тĕлĕшпе тĕрлĕ сăнав туса ирттерет.

Вăл 90 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетлесе кăларнă, ял хуçалăхĕнче усă курмалли çĕнĕлĕхсемшĕн 22 автор свидетельствипе патент илнĕ.




#Article 748: Еникей (149 words)


Еникей — XVII ĕмĕрти чăваш турханĕ. Вăл Юнтапа ялĕнче пурăннă. Ун чухне çак ял Юмача (Юмачевская) вулăсне кĕнĕ. Юнтапа халĕ Элĕк районе кĕрет.

Чăвашсем пысăк вăрçа хатĕрленнине Еникей Шупашкара кайса кунти вăйпута Григорий Пушкина тата Ждан Зиновьев тиеке каласа парать.«За предательство Еникей был пожалован в служилые тарханы, получил в награду большое поместье — пашню и сенокосы в диком поле и за старою Цивильскою засекою по реке Буле, речкам Ихнирее и Шороуте, мельницу на речке Шоре и кабак на Большой Казанской дороге между Свияжском и Чебоксарами».
Вара Еникей сутăнчăк элекĕпе Теньсеит паттăра вырăс вăйпучĕсем ярса тытнă.

Анчах та чăвашсем çавах тепĕр виçĕ çултан Иван Болотников ертсе пыракан хресченсен вăрçине хутшăнса кĕрешӳ ялавĕ айне тăнă.И в прошлом же во (7) 114-м (1605(06) году, как были понизовых городов чуваша и черемиса на службе под Коломною, и те изменники и заговорщики (т.е. восставшие чувашские крестьяне Юмачевской волости Чебоксарского уезда.—В.Д) того ... Еникея убили.




#Article 749: Теньсеит (224 words)


Теньсеит — XVII ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Вăл Шупашкар уесĕнче пурăннă.

Чăвашсем Мускав патшалăхне чура пулас мар тесе, ирĕк шыраса кайнă. Малтанласа Мускав патши, чееленсе, вĕсене чăнах та ирĕклĕх те, çăмăллăх та панă пулнă. Анчах кайран, Хусанпа Аçтăрхана пăхăнтарнă хыççăн, чăвашсем, çармăссем, ирçĕ-мăкшăсем хăйсен пуçĕсене пĕр мăйкăчран тепĕр мăйкăча чикнине тавçăрса илнĕ.

Чăваш çĕрĕсенче каллех ютран килнĕ çынсем хуçаланма-иртĕхме тытăннă. Вырăссем ясак тӳллеттернипе çеç çырлахман. Вĕсем чăваш паттăрĕсене вырăс патшисемпе кнеçĕсен чапĕшĕн çапăçма иле-иле кайнă. Чăваш çарĕсен пуçлăхĕсем чăвашсем мар, вырăссем пулнă. Ку вăл чăваш паттăрĕсене вырăс пусмăрĕ Хусан пусмăрĕнчен усалтарах пулнине лайăх палăртнă. Патша правительстви Чăваш Енре пурне те хăратса тăрас тесе аманатсем илсе кайнă, вĕсене хуласенче тертлентерсе усранă. Пур çĕрте те чăваш чĕлхипе чăваш культурине, йăли-йĕркине хĕсме тытăннă. Чăваш çĕрĕнче вырăс çыннисем чăвашсене ним айăпсăрах вырăсла суд тунă.

Çак хушăра ĕнтĕ чăвашсем, пусмăра хирĕç тăрас шутпа, ялĕ-ялĕпе хăйсем ирĕкĕпех тутара тухма тытăнаççĕ. «Отпадения левобережных(восточных) чувашей в ислам и переход в татары приняли большие размеры».

Атăлăн сылтăм çыранĕнчи пурăнакан чăвашсем вара ăçта май килнĕ унта вырăс пусмăрçисене хирĕç  аллисене кăрал тытса кĕрешме тытăннă. Çавăн пек паттăрĕсенчен пĕрин ячĕ питĕ лайăх упранса юлнă — Теньсеит.

Теньсеит вара çак намăслăха, пусмăра чăтса пурăнайман. Вăл халăха вăрçа хатĕрлеме пуçланă. Анчах та Теньсеит чăн-чăн аслă вăрçа çулĕ çине тăрса ĕлкĕреймен. Вăл çĕклекен çынсем хушшинче путсĕр сутăнчăк пулнă. Ăна Еникей тесе чĕннĕ.

Теньсеит вăрçи 1602 тата 1603 çулсенче пулнă.




#Article 750: Николаев Александр Семёнович (191 words)


Александр атте (Николаев Александр Семёнович, Павлушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш АССР) — Вырăс Православи Чиркĕвĕн протоиерейĕ.

Халĕ Чулхула тăрăхĕнче, Кстово районĕнчи Аслă Çырма тата Семеть чиркĕвĕсенче пачăшкă вырăнĕнче ĕçлет.

Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Павлушкăнь ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Ача чухне Тавăтри вăтам шкулта вĕреннĕ. Пиччĕшĕпе, йăмăкĕпе тăлăххăн ӳснĕ пулин те аслă пĕлӳ илме Александр питĕ тăрăшнă. Канашри медицина училищинче сиплев ĕçне вĕреннĕ. Элĕкри тĕп пульницăн хăвăрт пулăшу уйрăмĕнче фельдшерта ĕçлеме тытăннă.

Çар хĕсметĕнче Александр Семёновичăн Афганистанри вăрçăра пулма тӳр килнĕ. Гранатометчик пулнă, каярахпа ăна фельдшер вырăнне хоспитăле куçарнă. Чулхулари медицина институтĕнче вĕренсе тухтăр дипломне илнĕ. Çавăн пекех тухтăрта вăй хунă чухнех Чулхулари православи Академийĕнче вĕреннĕ.

Чулхула епископĕ ăна Кстово районĕнчи Аслă Çырма ялĕнчи чиркӳри пачăшкă ĕçне туса пыма хушать. Çапла ĕнтĕ ĕнерхи медицина тухтăрĕ чун-чĕм сиплевçи тивĕçне хăйĕн çине илет. Александр атте каласа панă май, ăна янă чиркĕвĕн чӳречисем пулман, алăкĕсем йăтăнса аннă. Вара çине тăрсах ĕçе пикенет çамрăк сăваплăх ĕçченĕ. Чиркĕве тĕпрен юсаса çĕнетет, юнашарах часавай туса лартать, икĕ хутлă çурт купаласа вырсарни шкулне уçать. Шкул валли тĕрлĕ тĕслĕ мусăк  инструменчтне, вĕренӳ хатĕрĕсене çителĕклĕ туяннă. Чиркӳ вулавăшĕ те çав тери пуян.

Александр атте Аслă Çырмари Трезвение урăлăх пĕрлĕхне йĕркеленĕ, ертсе пырать.




#Article 751: Ветлуга (юханшыв) (124 words)


Ветлуга ((; , маларах Энер)) — Раççейĕн тĕп пайĕ тăрăх юхакан юханшыв, Атăл юппи. Юханшыв Киров, Кострома, Чулхула облаçĕсем тата Мари Эл республики тăрăх юхать.

Юханшыв тăршшĕ 889 çухрăм, бассейн лаптăкĕ — 39 400 çх2. Атăла юхса кĕнĕ вырăнта пĕр çеккунтра 255 м3 шыв юхать.

Ытларах енĕпе юр шывĕпе тулать. Чӳк уйăхĕн пуçламăшĕнче пăрланса ларать те ака уйăхĕнче пăртан тасалать.

Юханшывăн сулахай çыранĕ çӳллĕ мар, сылтăмми вара чăнкă, 100 метр тарана çитет. Хăвăртлăхĕ пĕчĕк, кив çулĕсенчен юлнă шыв кӳлленчĕкĕсем нумай.

Юханшывăн юпписем нумай. Чи пысăккисем: Нея, Мăн Какша, Уста, Юранкă (выр. Юронга) — сулахайисем; Вохма, Люнда — сылтăм юпписем.

Юханшыв хĕрринче Шарьйăпа Ветлуга ятлă хуласем, Варнавино, Ветлужски, Хĕрлĕ Бак, Воскресенски хула евĕрлĕ посёлоксем вырнаçнă. Шупашкар шывуправне юхса кĕнĕ вырăнта Юрино хула евĕрлĕ посёлок ларать.




#Article 752: Васильев Степан Васильевич (107 words)


Васильев Степан Васильевич, — вĕрентӳ ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1891 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕнче çуралнă. 

Вĕрентӳпе воспитани ĕçĕнчи çитĕнӳсемшĕн тата нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Степан Васильев «Отличник народного просвещения» паллăна (1960), Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине (1961) илме тивеç пулнă.

Степан Васильевăн тĕпчевĕсем пурте вăтам шкулта хими предметне вĕрентес ыйтусемпе çыхăннă, ку тĕлĕшпе вăл хими методикинче çĕнĕ сăмах нумай каланă. Унăн методика тĕпчевĕсем «Химия в школе» журналта та, уйрăм кĕнекесенче те пичетленнĕ. Чăваш шкулĕсенче вĕренекен ачасем валли химипе çутçанталăк предмечĕсемпе вĕрентӳ пособийĕсем те çырса кăларнă. 1955 çулта унăн «Химические опыты с применением электрического тока» пособийĕ Мускаври издательствăра пичетленсе пĕтĕм çĕршывĕпе саланнă.




#Article 753: Чăваш автономлă облаçĕ (386 words)


Чăваш автономлă облаçĕ, — 1920 çулта йĕркеленĕ чăвашсен административлă пайĕ.

Автономлă округа тăвасси хăвăрт иртмен. 1918 çулта Автономлă Туркестан республикине туса хураççĕ. 1919 çулта пушкăртсем те хăйсен автономлă респуликине йĕркелеççĕ. Çапла вара чăвашсем те хăйсен республикине тăвасси пирки шутлама тытăнаççĕ. 1920 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Наркомнацăн чăваш уйрăмĕ «Краткий доклад о выделении чувашского народа в особую административную единицу» хута хатĕрлет. Ку хут çинче чăвашсем атăлçи пăлхарĕсен тăсăмĕ пулнине, Раççей вăхăтĕнчи йывăр пурнăçпа пурăннине çутатса панă пулнă. Халăх пурнăçĕ ытти халăхсенче кая юлса пынине те кăтартнă. Чăвашсен пурнăçне лайăхлатма вĕсене пĕр çĕре пухни çеç пулăшма пултарнине çырса кăтартнă.

Автономине тумашкăн пĕр уйрăм сĕнни кăна çителĕксĕр пулнă, çавăнпа та ку ыйтăва Чăваш коммунисчĕсен I-мĕш съездĕнче сӳтсе явма шутланă. Пулас республикăн тĕп хулине ăçта вырнаçтармалли пирки те шутлама тытăннă. Чи малтан тĕп хулине Шăхасанта вырнаçтарма палăртнă. 

Съезд 1920 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче Хусанта уçăлнă. Нарăсăн 8-мĕшĕччен ĕçленĕ. Съездра çавăн пекех чăвашсен республикине (ăна «Чăвашсен ĕçлĕ коммуни» ят пама шутланă) тăвасси пирки ыйтăва та сӳтсе явнă. Чăвашсен ĕçлĕ коммунине çак çĕрсене кĕртме сĕннĕ:

Ӗçлĕ коммунăн тĕп вырăнĕ Шăхасан пулмалли пирки çирĕплетнĕ. Анчах та унта административлă çуртсем сахал пулнăран вăхăтлăха тĕп вырăнĕ Шупашкар пулмалла пулнă.

Ку ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлекен Элмен хăй РКП(б) ТК-не кайса килнĕ. Унта вара ăна виçĕ уесран тăракан респуликăн проектне кăтартнă. Ку виçĕ уеса кăна кĕртнипе чăвашсен нумай пайĕ ун тулашĕнче тăрса юлмалла пулнă, çавăнпа та Элмен вăл проектпа пач килĕшмен.

Малалла мара ку ыйту питĕ хăвăрт пурнăçланма тытăннă. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Наркоматăн шалти ĕçсен пайĕнче ку ыйтăва пăхса тухнă. Тепер кунне вара чăвашсен автономлă пайĕн формине çирĕплетнĕ. Ӗçлĕ коммуна вырăнне Чăваш облаçне çирĕплетнĕ. Вăл кунах Совнарком пухăвĕнче (ăна В. Ленин ертсе пынă) Чăвашсен автономлă облаçĕн проектне пăхса тухнă. Чăвашсем сĕннĕ проета самай улăштарма тивнĕ. 1920 çулхи çертме уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара В.И. Ленин, М.И. Калинин, А.С. Енукидзе «Об Автономной Чувашской области» декрета алă пусса çирĕплетнĕ. Ку хут тăрăх автономи шутне çак çĕрсем кĕнĕ:

Тĕп хулине вара Шупашкарта çирĕплетнĕ. Автономи çĕрĕсем хатĕрленĕ проектринчен самаях пĕчĕк пулнă. Чăвашсем нумай пурăнакан çĕрсем ун тулашĕнче юлнă. Ку облаçри тĕп халăх йышĕ 86% çитнĕ. Ку вăхăта хатĕрленĕ 9 автономлă республика хушшинче ку чи пысăк процент пулнă.

Утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче облаçе ертсе пыма лартнă çынсем Хусанта пухăнса парахут çине ларса шупашкара ларса кайнă. Тепĕр кунхине Шупашкара çитсен Д. Элмен Хĕрлĕ лапам çинче халăха пухса декрета вуласа панă. Утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш ревкомĕ ĕçе пуçăннă.




#Article 754: Шемшер пăлхавĕ (178 words)


Шемшер пăлхавĕ, — 1921 çулхи хĕл кунĕсенче тухнă Чăваш Енри пăлхав.

Автономлă облаçе туни хыççăн экономика ыйтăвĕсене та татса пама вăхăт çитнĕ. Граждан вăрçи хыççăн Чăваш Енĕ экономика тĕлĕшĕнчен самай арканса пĕтнĕ пулнă. Акмалли çĕрсен лаптăкĕ пĕчĕкленнĕ, вăрман сахалтарах каснă, тур-пулĕ те япăх пулнă. Çапах та ку йывăрлăхсем çине пăхмасăр Чăваш çĕрĕ 1920/1921 çулсенчи продразвесткăна 108% таран пурнăçланă.

Чăвашсем унччен те хăйсене пусмăрланине чăтса тăман, халĕ те, хăйсене ытла вăйлă хĕснĕрен совет влаçне хирĕç кĕрешме пуçланă. 1921 çулта Шупашкар уесĕн Шемшер, Йăлăмкас, Турханкасси вулăсĕсем пăхланма тытăннă. Питĕ хăвăрт вĕсен пăлханăвĕ ытти вулăссем çине те куçнă. Пурĕ 19 вулăс хресченĕсем ку пăлхава хутшăннă. Совет влаçĕн политикипе килĕшмен çынсем тырăна кăна каялла туртса илмен — вĕсем вырăнти коммунистсемпе совет влаçĕн активлă çыннисене хĕнесе вĕлернĕ, вĕсем вырăнне ял старостисене ларта пуçланă. Çапла вар 44 çын таран вĕсен аллинчен вилнĕ. Пăлханакансене хирĕç 11 пинлă çар янă. 1921 çул вĕçĕ тĕлне пăлхава пусарнă, пин çын ытла аресленĕ, 404 çынна пăлхава хутшăннăшăн персе вĕлернĕ.

Пăлхав йĕр хăвармасăр иртмен. 1921 çулăн çуркунне РКП(б) продразвестка вырăнне çĕнĕ экономика политики çине куçать, ирĕклĕ суту-илӳ тума май параççĕ. 




#Article 755: Йăлăм (144 words)


Йăлăм — Атăл, Урал, Çурçĕр Увал тата Каспиçумĕнчи айлăм хушшинче вырнаçнă çĕрсем. Тухăçра Çӳллĕ Йăлăма (чи çӳллĕ вырăн — 418 м), анăçри Лутра Йăлăма уйăраççĕ.

Çӳллĕ Йăлăм шутне Тури Чулман Атăл (çӳллĕшĕ — 337 м), Вятка Увалĕ (284 м), Пелепей-Пăкăльма (418 м таран), Тĕп Сăрт (405 м) сăртлăхсем кĕреççĕ. Çӳллĕ Йăлăмĕн никĕсĕ пермь чул тăприсенчен (хăйăр, сланец, тăм, мергель, акшар, доломитсем, гипс, кăнтăрта — мезозой тăмĕпе хăйăрĕ) тăрать. Çĕр питне чылай вырăнта çырма-çатра çурса пĕтернĕ; çӳлти ярусĕнче останец сăртлăхĕсем — шихансем, аялтинче — эрозиллĕ лаптаклă айлăмсем. Карст анлă сарăлнă.

Лутра Йăлăм — айлăмлă (çӳллĕшĕ 125—150 м çитет) Атăлăн сулахай çыранĕ Хусантан Камышина çитиччен. Хăй вăл авалхи Каспийĕн кайнозойлă хăйăр-тăмлă тĕпĕллĕ тектоника авăнăвĕ пулать.

Атăл тăрăхĕпе — террасăсем, тухăç еннелле вĕсем айлăма куçаççĕ. Юханшывăн анлăшĕпе террассăсен пайĕ халĕ Куйбышев шывуправĕн шывĕнче.

Йăлăм çĕр пичĕ вăрманлă, вăрман-çеçенхирлĕ тата çеçенхирлĕ. Климачĕ континентлă.

Йăлăмра Атăл-Урал нефть-газ çĕрĕ вырнаçнă.




#Article 756: Куйбышев шыв усравĕ (176 words)


Куйбышев шыв усравĕ — Атăл çинчи чи пысăк шыв усравĕ.

Шыв усравĕн вăрăммăшĕ 500 çухрăм ытла, чи сарлака вырăнĕ Чулман Атăл кӳлмекĕнче — 35 çухрăм, шыв тĕкĕрĕн лаптăкĕ — 6,5 пин çм² (юханшывсем хушшинче — тĕнчере пĕрремĕшĕ), пĕтĕм шывĕ — 58 çм³, вĕсенчен 34 çм³ — усăлли. Пӳлнĕ шывăн çӳллĕшĕ — 29 м. Унăн чикки Атăл тăрăх Шупашкар тĕлне, Чулман Атăлпа — Чуллă Çыр патне çитет. Чулман Атăл, Сĕве, Хусан тата ытти юханшывсен айлăмĕсене йышăнать.

Шывуправĕн тĕп ĕçĕ — электроэнерги туса кăларасси. Ккунта пăрахутсене çӳреме питĕ лайăх, çаплах хулана шывпа тивĕçтересси, уй-хире шăварасси ĕçшĕн çав тери ансат. Унсăр пуçне, шыв пулă пуянлăхне ӳстерме пулăшать.

Шыв усрав Атăлăн юхăмне питĕ улăштарнă: çуркунне шыв сахалтарах сарăлма пуçланă, çуллапа хĕлле — хăпарнă та. Хусан патĕнче шыв çӳллĕшĕн вылянăвĕ халĕ 5—6 м, малтан, шыва пӳличчен, 10—11 м пулнă. Ку вырăнти шыв халĕ 3-5 кун маларах шăнса ларать, çурхи пăртан вара каярах тасалать. Шывуправăн 3-6 çухрăм таврашĕнчи микроклимачĕ, тĕпĕнчи тата çыран хĕррисенчи пулăмсем улшăннă, абрази тата çыран арканăвĕсем вăйланнă, çĕр ишĕлни самайланнă. Шыври тата шыв çумĕнчи флорăпа фауна питĕ вăйлă улшăннă.




#Article 757: К-141 «Курск» (307 words)


Ракетăллă атомлă шывай крейсерĕ К-141 «Курск», — 949А çунатлă ракетăллă (1986 çултанпа) проект; шифрĕ: 949А Антей проекчĕн шывай киммисем (ÇАПУ палăртăвĕпе — «Оскар-II»).

ÇАПУ Сербине хирĕç вăрçнă чух «Курск» вăрттăн АПШ-н АПШ-н ТÇВ авианосцĕсене сăнаса çӳренĕ .

Официаллă 2000 страницăллă пĕтĕмлетĕве, 2002 çулта генпрокурор Устинов çырса çирĕплетнĕ. Унта «Курскăн» торпеда отсекĕнчи хăнăхтару торпеди сирпĕннĕ тесе палăртнă. Анчах та водород пероксичĕллĕ торпедисемпе тĕнчери çĕршывсен флочĕсем 50 çул ытла усă курмаççĕ. «Курск» вара çĕнĕрен те çĕнĕ карап шутланать.

Катастрофа хыççăнах, чеченсен веб-сайчĕ шывай киммине террорист-вилĕмçĕ сирпĕнтернĕ тесе хыпар салатнă. Кимĕ ăшĕнче Дагестанран пынă ОАО завод «Дагдизель» специалисчĕсем пулнă. Анчах та ку версийе хăвăрт пăрахăçланă.

Хăйтĕллĕн сирпĕннĕ торпеда версийĕ пекех, «пацифистлă» версисем шутĕнче, «Курск» Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнчи карапа хирĕçле минă çине кĕрсе кайнă та торпеда сирпĕннĕ текен шухăш пур. Çак версийе питĕ витĕмлĕ Владимир Хотиненко «72 метра» фильмра кăтартнă. Официаллă версипе «торпеда сирпĕнни» çĕнтерсен, çак вариант патне урăх таврăнман.

Катастрофа хыççăн тӳрех, темиçе генералпа официаллă çын Курска американ шывай кимми торпедăланă тесе çирĕплетсе каланă. Каярахпа çак версийе пусарнă, официаллă версине мала кăларнă. Çапах та франс режиссерĕ Жан-Мишель Карре (Jean-Michel Carré), 2005 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче France 2 каналĕпе «Курск»: Шывай кимми пăтрантарнă шывра (Koursk: un sous-marin en eaux troubles) кăтарнă фильмĕнче «Курска» американ «Мемфис» шывай киммин торпеди аркатнă тесе палăртать. Унăн версийĕпе, «Курск» Шквал çĕнĕ торпедăпа кăтартуллă перĕм тума хатерленнĕ иккен. Çакна американ икĕ шывай кимми — «Мемфис» тата «Толедо» хуралта тăрса сăнанă. Пĕр самантра, «Курск» тата  çапăннă (видеоçыравра тинĕс тĕпĕнче выртакан «Курск» корпусĕ вăрăммăн çурăлса татăлни пур), вара «Курск» хирĕç персе яриччен, «Толедăна» çăлас тесе (американсем «Курскăн» торпеда аппарачĕн ĕçлев шавне илтнĕ теççĕ),  МК-48 торпедăпа «Курск» çине пенĕ. Карре каланă май, Раççей президенчĕ Владимир Путин АПШпа хутшăнăва тӳрех хытă пăсас мар шутпа чăнлăха юри пытарнă.

Раççей енĕ путнă шывай киммине шывран хăпартма Mammoet Transport BV голланд фирмипе контракт çырать. 2001 çулхи юпан 8-мĕшĕнче шывай киммине хăпартас операцие ăнăçла вĕçленĕ.




#Article 758: Григорьев Пётр Григорьевич (174 words)


Григорьев Пётр Григорьевич, — истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ. 1897 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Кĕртекасси ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1973 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Мускав облаçĕнчи Пушкино хулинче вилнĕ.

Аслăх енĕпе пысăк çитĕнӳсем тунăшăн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕн Хисеп грамотипе чысланă.

Пётр Григорьев совет влаçĕ çулĕсенче кăна вĕренме пултарнă: 1922-1925 çулсенче Мускаври Хĕвелтухăç халăхĕсен коммунизм университетĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн университетри аспирантурăран вĕренсе тухнă (1928-1931), кунтах преподаватель пулса ĕçленĕ (1928-1933).

Пётр Григорьев 1948 çулхи чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче «Крестьянское движение среди чуваш во второй четверти XIX века» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ. Тĕпчевçĕн çак ĕçне вăл вăхăтри паллă ăсчахсем, вăл шутра А.И. Яковлев профессор (И.Я.Яковлевăн ывăлĕ), пысăка хурса хакланă.

Пётр Григорьевич чăваш историйĕн тĕрлĕ тапхăрĕсемпе интересленнĕ, вĕсене тĕпчесе статьясемпе брошюрăсем пичетлесе кăларнă. Уйрамах ăна чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсем — Н.Я. Бичуринпа С.М.Михайлов пурнăçĕпе ĕçĕсем кăсăклантарнă, вĕсем çинчен тĕпчевçĕ чăвашла брошюрăсем пичетлесе кăларнă. Пётр Григорьев граждан вăрçин мухтавлă геройĕн В.И.Чапаевăн, Пётр Егоров архитекторăн, Н.М. Охотниковпа В.К. Магницкин, Тайăр Тимкки поэтăн пурнăçĕсемпе ĕçĕсене тĕпчес ĕçе активлă хутшăннă, статьясем пичетлесе кăларнă.




#Article 759: Иванщиков Юрий Васильевич (202 words)


Иванщиков Юрий Васильевич, — техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1953 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Çуткӳл ялĕнче хресчен килйышĕнче çуралнă.

изделийĕсен заводĕнче ĕçленĕ, ун хыççăн 1971-1973 çулсем хушшинче Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан аслă пĕлӳ илес тĕллевпе хăй тахçанах ĕмĕтленнĕ Чăваш ял хуçалăх институтне вĕренме кĕнĕ. Кунта вăл 5 çул хушши инженер-механик специальноçне тимлесе вĕреннĕ, теорипе илнĕ пĕлĕве институтри мастерскойсемпе лабораторисенче практикăпа тачă çыхăнтарса ăс пухнă.

Аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн Юрий Иванщиков малтан Муркаш районĕнчи Киров ячĕллĕ колхозра тĕп инженер (1979-1981), ун хыççăн Шупашкарти юсавпа техника предприятийĕнче (1981-1988) мастер, юсав мастерскойĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ. Çак вăхăтра унăн теори пĕлĕвне тарăнлатса анлăлатас шухăш тĕвĕленнĕ, ăна пурнăçлама вăл 1988 çулта Ленинградри аграри университечĕн аспирантурине вĕренме кĕнĕ, унтан тепĕр виçĕ çултан вĕренсе тухнă (1991), çак çулах диссертаци хӳтĕлесе техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ.

Юрий Васильевич аспирантурăран таврăннăранпах паянхи кунчченех Чăваш ял хуçалăх институтĕнче (халĕ академийĕнче) ĕçлет: малтанхи тапхăрта — доцент пулса ĕçленĕ, халĕ вара — машина юсавĕпе конструкци материалĕсен технологи кафедрин пуçлăхĕ. Вĕрентӳ ĕçĕпе пĕрлех ăслăлăх тĕпчевĕсене те манмасть ăсчах: кĕске вăхăт хушшинчех 30 ытла тĕпчев ĕçĕ пичетленĕ, 8 автор свидетельствипе патент çĕнтерсе илнĕ. Унăн тĕпчевĕсенчен ытларахăшĕ тĕрлĕ сăлтавсене пула çĕмĕрĕлсе стройран тухнă ял хуçалăх техникине тухăçлăрах та перекетлĕрех юсаса хăвăртрах ĕçе кĕртессипе çыхăннă.




#Article 760: Львов Андрей Степанович (153 words)


Львов Андрей Степанович, — филологи ăслăлăхĕсен тухтăрĕ, аслă аçлăлăх ĕçченĕ. 1905 çулта Муркаш районĕнчи Кашмаш ялĕнчи хресчен кил-йышĕнче çуралса ӳснĕ. 1976 çулта вилнĕ.

Унăн ачалăхĕ çак вăхăтри çынсеннинчен нимĕнпе те уйрăлса тăман. 1922 çулта, вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн, Андрей Степанович Чĕмпĕрти халăха вĕрентес ĕçĕн Чăваш практика институтне вĕренме кĕнĕ, кайран Хусанти Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче вĕреннĕ. 1929 çулта пулас тĕпчевçĕ çак институтăн чĕлхепе литература уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Аслă шкулта вĕреннĕ вăхăтра чĕлхе ыйăвĕсемпе кăсăкланнă, малашне наука ĕçне кӳлĕнме ĕмĕт тытнă.

Паллă тĕпчевçе ытларах чĕлхе историйĕ, тĕрлĕ сăмахсен пулăвĕпе шăпи интереслентернĕ, ку тĕлĕшпе вăл нумай статья пичетлесе кăларнă, Андрей Степанович авалхи чăваш (пăлхар) чĕлхи урлă славян чĕлхисене кĕрсе çирĕпленнĕ сăмахсене те тĕпченĕ, вĕсен шăпи пирки чĕлхе ăслăлăхĕнче çĕнĕ сăмах каланă.

Пирĕн ентеш хăйĕн ăслăлăх ĕçĕсемпе ют çĕршывсенче (Югославире, Чехословакире т.ыт. çĕрте те) ирттернĕ наука сессийĕсенче паллаштарнă, вĕсем унти ăслăлăх журналĕсемпе сборникĕсенче кун çути курнă.

Чĕлхе тĕпчевçисем А.С. Львовăн ăслăлăх ĕçĕсене пысăка хурса хаклаççĕ.




#Article 761: Максимов Исайя Максимович (206 words)


Максимов Исайя Максимович, — чăвашран тухна чи малтанхи  математиксенчен пĕри, физикăпа математика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1889 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Уйкас Янасал ялĕнче çуралнă. 1976 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче Шупашкарта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Исайя Максимова «1941-1945 çç. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă.

Мăн Чурашри пуçламăш классен вĕрентевçисене хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухсан Хусанти тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ. Пурне те тĕплĕн, тарăн пăлме тăрăшакан çамрăк семинарире мĕн вĕрентнипе çырлахма пултарайман: аслă математика кĕнекисене хăй тĕллĕн нумай вуланă. «Кунпа пĕрлех хăй тĕллен малтан нимĕç, унтан француз, юлашкинчен акăлчан чĕлхисене вĕренме пуçăнтăм. Хамăн ĕçре ку мана нумай пулăшрĕ», — тесе çырнă вăл автобиографийĕнчĕ.

Исайя Максимович Чăваш патшалăх педагогика институчĕн математика кафедринче ĕçленĕ (1930-1949, 1957-1960), çав вăхăтрах математика ăслăлăхĕн чылай ыйтăвĕпе интересленсе тĕпчевсем тунă, вĕсене хамăр çĕршывра та, ют çĕршывсенче те (Польшăра, Францире, Голландире, АПШра, Румынире) пичетлесе кăларнă. Хăйĕн ĕçĕсене вăл вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла çырнă, çавна пула унăн тĕпчевĕсемпе ют çĕршыв специалисчĕсем паллашма пултарнă.

Исайя Максимовичăн 27 тĕпчев ĕçĕ пичетленсе тухнă, тепĕр 10 ĕçĕ алçырăвĕ халлĕн упранать.

Хăшпĕр хыпарсем тăрăх, Исайя Максимович ăслав докторĕ пулса тама та пултарнă. Анчах та ăна  хай Н. Н. Лузин вĕренекенĕ пулни чăрмантарнă (лешне вара 1930-мĕш çулсенче халăх тăшманĕ тесе айăпланă, «Лузин ĕçĕ» текен япала шутласа кăларнă). 




#Article 762: Омск К-186 (102 words)


Омск К-186 (шывай кимми) — атомлă ракетăллă «Антей» класĕн (949А Антей проекчĕ) шывай крейсерĕ «Омск». Çак карап 1996 çулта Çурçĕр Пăрлă океанĕн пăрĕсем айĕпе Çурçĕртен Камчаткăна çитнĕ. К-186 «Омск» командирĕ 1-мĕш рангри капитан Астапов А.С. тата карап çинче асли — контр-адмирал Козлов И.Н. 1996 çулта Раççей Паттăрĕн ятне тивĕç пулнă.

Шывай кимми Анăç Лица тутинчен тухса, Çĕнĕ Çĕр утрава çавăрăнса пăр айнелле чăмнă та Таса Анна валашкипе Çурçĕр Пăрлă океанĕн çӳлти анлăхĕсене çитнĕ. 15 талăк хушшинче шывай крейсерĕ пăрсем айĕнче 4000 миле яхăн куçнă, çав шутран 500 милĕне навигаци енчен хăрушăллă Чукот тинĕсĕн тарăнах мар шывĕсемпе пынă.

Шывай крейсерĕн пулăшуçи Омск хули.




#Article 763: Омск облаçĕ (115 words)


Омск облаçĕ () — Çĕпĕр Федераци тăрăхне кĕрекен облаç.

Омск облаçĕ кăнтăр енче Казахстанпа, анăçпа çурçĕр енче Тĕмен облаçĕпе, хĕвелтухăç енче Çĕн Çĕпĕрпе Томск облаçĕсемпе юнашар вырнаçнă.

Çурçĕр енче кăнтăралла область 600 çухрăма, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăçалла 300 çухрăма сарăлса выртать.

Тĕп юханшыв Иртыш тата унăн юпписем — Ишим, Омь, Оша, Тара. 

Облаçри климат континентри: хĕлсем сивĕ, хĕвеллĕ, юрлă; çусем вара типĕ те ăшă. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — -19°С, утă уйăхĕнчи вăтам температура — +19°С. Çулталăк тăршшĕпе 300−400 мм юр-çумăр çăвать.

Облаçе пĕрремĕш хут 1822 çулта М. М. Сперанский реформи вăхăтĕнче йĕркеленĕ. Каярахпа тĕрлĕ ятсем илнĕ:

Хальхи чиккисем 1943 çултанпа тытăнса тăраççĕ.

Халăх йышĕнчен 69% хула халăхĕ шутланать. Облаçри халăхăн çурри патнелле Омск хулинче пурăнать.

 




#Article 764: Томск (139 words)


Томск — Раççей хули, Томск облаçĕн администрацийĕ вырнаçнă вырăн.

Томск хулин чылайăшĕ Томь шывĕн сылтăм хĕрринче вырнаçнă. Хуларан 50 çм Обь шывĕ, Мускава çитме 3,5 пин çухрăм. Томскран çурçер еннелле 12 çухрăмра Северск хупă хула, совет вăхăтĕнче «Томск-7» ятлăскер.

Хула лаптăкĕ — 294,6 çм². 4 пая пайланать: Киров, Совет, Ленин тата Октябрь районĕсем. Историллĕ районсем: Воскресенски сăрчĕ, Шурлăх, Шуркӳл, Анатпа Туçи Елани, Заисточье (Тутар слободи), Кӳлхыç, Каштак, Кирпĕч, Мухин Тĕмески, Хăйăрлăх, Уржатка, Черемошник, Швед сăрчĕ, Юрточ сăрчĕ, Шăтăк. 1970–1980-мĕш çулсенче çитĕнекен ачасем хăйсем хушшинче ытти районсене ят пачĕç: Аул, Заисток, Лондон, Мачта, Пахча, Парис, Техас, Шанхай.

Климачĕ вăтам континентлă. Çул вăтам температур: 0,9 °C. Сивĕсĕр тапхăрĕ 100-120 кун пулать. Хĕлĕсем шартлама сивĕ та вăрăм, чи сивĕ палăртнă температура −55 °C (1969 çул, кăрлач). Кăрлачăн вăтам температури: −17,1 °C, утăн вăтам температури: +18,7 °C. Çулта 568 мм чухлĕ нӳрĕк ӳкет.




#Article 765: Николаев Владимир Николаевич (203 words)


Николаев Владимир Николаевич, — педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1918 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Тушкасси ялĕнче çуралнă. 2000 çулхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

Владимир Николаевич вăрçă хирĕнчи хăюлăхшăн 1 степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕпе, «Сталинграда хӳтĕленĕшĕн», «Çапăçури паллă   ĕçсемшĕн» медальсемпе чысланă. Вĕрентӳ ĕçĕнчи çитĕнӳсемшĕн вăл «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ» хисеплĕ ята тивĕç пулнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1943 çулта аманнă. Фронтран таврăнсан Мăн Чурашри вăтам шкулта ĕçленĕ (1943-1949): малтан вĕрентекен, кайран шкул директорĕ пулнă. Пултаруллă та опытлă специалиста 1949 çулта Советски район çутĕç пайĕн пуçлăхĕ пулма уйăрса лартаççĕ. Унтан ăна Йĕпреç районĕнчи Хурамал, Йĕпреç вăтам шкулĕсен директорĕ пулса ĕçлеме куçараççĕ. 1960 çулхи юпа уйăхĕнче Владимир Николаевич Кустанай хулинчи педагогика институте куçнă — педагогика кафедрин преподавателĕ пулса ĕçленĕ. 1962 çулта М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн пĕр çуллăх аспирантуринче вĕреннĕ, çав çулах «Формирование организаторских умений и навыков у подростков в процессе общественно-полезной деятельности» темăпа диссертаци хӳтĕлесе педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ ятне илнĕ. Çакăн хыççăн Владимир Николаевич Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче ĕçленĕ (1962-1968): малтанхи тапхăрта педагогика кафедрин аслă преподавателĕ, кайран доцент, пединститут проректорĕ пулнă.

Владимир Николаевич — педагогика ăслăлăхĕн пултаруллă тĕпчевçи. Унăн тĕпчевĕсен шăнăрĕ — çамрăк ăрăвăн, шкул ачисен организаторла пултарăвне чĕртсе аталантарма пулăшасси. Çак проблемăна вал хăйĕн тĕпчевĕсенче туллин çутатса панă, тарăн пĕтĕмлетӳсем тунĕ.




#Article 766: Петров Александр Петрович (278 words)


Петров Александр Петрович (1933, раштав, 13, Чăваш Ен, Муркаш районĕ, Кĕртекасси ялĕ çур.) — 1988-1990-мĕш çулсенче Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕ пулнă (КПССăн ертсе пырас вăйне пĕтериччен). Истори аслăхĕсен кандидачĕ.

Ӗçри çитĕнӳсемшĕн тата нумай çул хушши тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн Александр Петрова Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, «Ӗçри паттăрлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çитнĕ ятпа», «Ӗç ветеранĕ» медальсемпе чысланă, унсăр пуçне вăл РСФСР тата Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕсен Хисеп грамотисене илме тивĕçлĕ пулнă.

Ватам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Александр Петрович пĕр çул хушши тăван ялти колхозра вăй хунă: пĕрлешӳллĕ хуçалăх ĕçне хăй те хастар хутшăннă, ялти çамрăксене те активлă хутшăнтарас тĕлĕшĕпе ырми-канми ĕçленĕ. Пултаруллă та ĕçчен çамрăка часах асăрханă: 1952 çулхи ака уйăхĕнче ăна комсомолăн Советски райкомне ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кунта вăл малтан пай ертӳçи, каярахпа райкомăн пĕрремĕш секретарĕ пулса вăй хунă.

Александр Петровича ССКП XXVIII съезчĕн делегатне, Чăваш АССР тата РСФСР Аслă Канашĕн депутачĕ пулма 7 хутчен, 1989 çулта СССР халăх депутатне, Чăваш АССР Аслă Канаш председателĕ пулма суйланă. Вăл хăйне шанса панă ĕçе яваплăха туйса, тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă.

Александр Петрович ăслăлăх ĕçне те хастар туса пынă, ку таранччен унăн 100 яхăн тĕпчевĕ пичетленсе тухнă. Тĕрлĕ çулсенче пичетленсе тухнă тĕпчев ĕçĕсенче автор Чăваш республикинчи патшалăх строительствин, унăн экономика аталанăвĕн, халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсем   валли пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ чухлĕ хатĕрлес проблемисене тĕплĕ тишкернĕ. Юлашки талхăрта вăл ертсе пынипе архивсенче упранакан документсемпе материалсене тĕпе хурса хатĕрленĕ виçĕ кĕнеке пичетленсе тухнă. Пĕринче чăваш халăхĕн мухтавлă ывалĕ-хĕрĕсен Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи хăюлăхĕпе паттăрлăхне пур енлĕн, тĕплĕн çутатса панă; тепринче Чăваш республикинче çул-йĕр тăвас ĕç 1920-1997 çулсенче аталанса пынине, унăн хальхи çитĕнĕвĕсемпе малашлăхне кăтартнă; виççĕмĕшĕнче вара республикăри потребительсен кооперацийĕн 80 çул хушшинчи аталану çул-йĕрне, хальхи ĕçĕ-хĕлне курăмлă, цифрăсемпе çирĕплетсе çырса кăтартнă.




#Article 767: Петров Кронид Андреевич (190 words)


Петров Кронид Андреевич, — педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент. 1944 çулхи авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Катькас ялĕнче çуралнă.

Кронид Андреевич Петров ĕçри çитĕнӳсемшĕн «Вĕрентӳ ĕçĕн отличникĕ» палла илме тивĕç пулнă. 1990 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ хисеплĕ ята панă.

Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн 1965 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă та  ачасене физикăна вĕрентекен пулса Шупашкарти 23-мĕш шкулта (1965-1966), 9-мĕш шкулта (1966-1971), Алжир çĕршывĕнчи лицейре (1972-1976), Шупашкарти заочнăй вăтам шкул директорĕнче (1976-1984) ĕçленĕ. 1984 çултанпа Шупашкарти Ленин районĕн çутĕç пайне ертсе пырать.

Кронид Андреевич Петровăн тĕпчевĕсем дисциплина ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Паллă ĕнтĕ, çĕршыври общество пурнăçĕн пур сферинче те юлашки вунă çуллăхра дисциплина хавшарĕ. Çавăнпа та дисциплина ыйтăвĕ вĕрентӳçĕсен ĕçĕнче мала тухрĕ, уйрăмах вăл хула шкулĕсенче çивĕч тăрать. Çакна шута илсе ĕçлет те Кронид Андреевич Петров тĕпчевçĕ. Хăйĕн ĕçĕсенче шкулсемпе вĕрентекенсен малта пыракан опытне пĕтĕмлетсе директорсемпе вĕрентекенсем тата вĕренекенсен ашшĕ-амăсем валли хальхи кăткăс саманара усă курмалли методика сĕнĕвĕсене тĕплĕ тишкерсе çырса кăтартнă, çак ĕçре вăл халăх педагогикин ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан ырă кăтартăвĕсене тĕпе хунă.

Кронид Андреевич педагогика ăслăлăхĕн теорине лайăх пĕлекен тĕпчевçĕ кăна мар, вăл çутĕç органĕсен пултаруллă ертӳçи, педагогика теорийĕпе практикине шайлашуллă çыхăнтарса ĕçлекен специалист.




#Article 768: Романов Никита Романович (239 words)


Романов Никита Романович (1905, юпа, 1, Шарпаш ялĕ, Турай вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни (халĕ Чăваш Енĕн Муркаш районĕ) — 1960, пуш, 7, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăвашсен паллă этнографĕ, историкĕ, педагогĕ.

Малалла вĕренес туртăм ăна Мускава илсе çитернĕ: кунта вăл 1925-1929 çулсенче М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университечĕн этнологи факультетĕнче вĕреннĕ, вăл вăхăтри паллă ученăйсен лекцийĕсене итленĕ, семинар хăтланăвĕсене çӳресе ăслăх ĕçĕсене туса пыма хăнăхнă.

Никита Романович — тĕрлĕ енлĕ тĕпчевçĕ: пуринчен ытла ăна чăваш халăхĕн историйĕ кăсăклантарнă, вăл чăваш халăх сăмахлăхĕпе те интересленнĕ, унăн материалĕсене нумай вăхăт хушши (1924-1959) пухса пынă, тишкерсе тĕпченĕ.

Шупашкарти техникумсемпе аслă шкулсенче географи вĕрентнĕ, краеведени музейĕн ăслăх ĕçтешĕ пулса ĕçленĕ, пĕр тапхăр ăна ертсе пынă. 30 çул ытла, çулсерен тенĕ пек, этнографипе археологи экспедицийĕсемпе уй-хире тухса çӳренĕ, чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, культурипе çыхăннă материалсене пухнă (халĕ вăл пухнă материал гуманитари институтĕнче упранать), вĕсене йĕркелесе майлаштарнă, тишкернĕ.

Никита Романович Романов халăх сăмахлăхĕпе тĕслĕхĕсене юратса, кăсăкланса пухнине, ăна мерчен вырăнне хурса хакланине унăн «Ваттисен сăмахĕсем» кĕнеки лайăх çирĕплетсе парать, кĕнеке 1960 çулта Шупашкарта кун çути курнă (шел, авторĕ ăна алла тытса пахайман: тĕпчевçĕ 1960 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче вилнĕ). Никита Романович чăваш чĕлхинчи ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене, сутмалли юмахсене пур енлĕн те тарăннăн, монографи шайĕнче тишкерсе тĕпчеме пуçлани паллă, анчах ăна туса пĕтереймен. Çак асăннă тата ытти ĕçсемпе, вăл пухнă пуян материалпа Гуманитари ăслăхĕсен институчĕн архивĕнче паллашма пулать.

Никита Романов 50 ытла ăспăх ĕçне пичетлесе кăларнă.

Ĕçчен тĕпчевçĕ 1960 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.




#Article 769: Нар Урини (109 words)


Нар Урини (паспортпа Петрова Ираида Алексеевна, 1913 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕ, Пушкăрт Республикин Пишпӳлек районĕнчи Йăлпăлак ялĕ - 1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕ, Мускав) — чăваш çыравçи, драматургĕ, сăвăçĕ.

Хусанти чăваш педагогика техникумĕнче, Тĕп театр ӳнер текхникумĕнче пĕлӳ пухнă. Хор ушкăнĕсен ертӳçи ĕçне алла илнĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Ленинградри хоспитăльсенче ĕçленĕ.

Пичетленме XX ĕмĕрĕн 50-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тытăннă. Калавсене, автобиографи повеçне («Тятюк») тата «Пурнăç çиппи» сăвăсен пуххине хайланă. Унăн сăввисем çаплах Чăваш кĕнеке издательстви кăларакан «Çеçпĕл çеçкисем» ушкăнла ĕçĕсенче кун сути курнă. Чăваш патшалăх К. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ драматургăн «Телейпе Илем» пьесине темиçе çул кăтартнă. 

Çаплах Ираида Алексеевна чăваш литературипе театр ӳнерне Мускавра кăтартас ĕçе хастар туса пынă.




#Article 770: Анат Туçа вăтам шкулĕ (110 words)


Анат Туçа вăтам шкулĕ, — Патăрьел районĕнчи Анат Туçа ялĕнчи шкул.

Ялта ачасем нумай пулнă пулсан та шкул хăвăрт уçăлман, 1906 çулта кăна. Пăва земство управи хучĕсем тăрах 1904 çулта ялта 45 арçын ача тата 23 хĕрача пулнă. Вĕсенчен 23 арçын ачи юнашар вырнаçнă шкула çӳренĕ. Чиркӳ прихочĕн шкулне Антип Иванов ертсе пынă. 1909 çулта шкулта Кузнецов Василий Алексанрович ĕçлеме пуçланă. Вăл ку ялта çуралса ӳснĕ пулнă, Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче пĕлӳ илнĕ. Шкулăн хăй çурчĕ пулман — уйрăм çынăн çӳртне йышăннă, çулталăк тăршшĕпе уншăн 30 тенкĕ тӳлесе пурăннă.

Ытти шкулсем пекех ку шкулта совет влаçĕн тапхăрĕнче самай улшăннă, вăтам шкул пулса тăнă. Пурĕ ку шкулта пин çын ытла пĕлӳ илнĕ.




#Article 771: Моте (362 words)


Моте — хунсен патши. Вăл Алтай таврашĕнче пурăнакан хун йăхĕн патшин аслă ывăлĕ пулнă. Унăн ашшĕне Тумань тесе чĕннĕ.

Хунсем пирĕн эрăччен III ĕмĕр вĕçĕнче, II ĕмĕр пуçламăшĕнче çĕкленме тытăннă. Моте вара çак тапхăр умĕн çуралнă. Ун чухне хунсем юэчьжсен, китай тăхăмĕсен хупăрлăвĕнче пулнă. Вĕсен чаплă çыннисен ачисене китайсем аманата илнĕ. Мотен те тăшмансем патĕнче пурăнма тивнĕ.
Моте çичĕ ют патĕнче вăхăта ахаль иртермен, чĕлхине, йăли-йĕркисене çеç маар, çар меслетне те вĕреннĕ. 
Вунçичĕ çула çитсен, хăй юэчжсенчен мĕн кирлине вĕренсен Моте тăван халăхĕ патне тарать. Ашшĕ ăна таманпӳ (тӳменпӳ) туса хунă.

Моте хăйĕн вунпинлĕ çарне çĕнĕлле çапăçу меслечĕсене вĕрентме тытăнать. Чи кирли:

Моте патшана ларсан чи малтанах хунсенчен тухăçарах пурăнакан тунхусене ним юлмиччен çĕмĕрсе тăкать. Юлашкинчен кăнтăр енчи куçса çӳрекен йăхсене аяккалла хуса ярать. Хунсем вара Алтай таврашĕнчи чи вăйлă халăх пулса тăраççĕ.
Моте патшара пурĕ 35 çул ларать. Мотене часах «Çĕрпе Тӳпе çуратнă, Хĕвелпе Уйăх суйласа лартнă хунсен Аслă Шаннуйĕ (патши)» тесе чĕнме тытăнаççĕ.

Моте хăйĕн пĕтĕм çӳршывне тата пĕчĕкрех тăрăхсемпе турханлăхсене пайланă. Еашни йăх е ăру пĕр-пĕр пайлăхра, тăрăхра тата турханлăхра пурăнмалла:е

Моте йĕркеленĕ хунсен патшалăхĕнче кашни арçын çар çынни шутланнă. Вĕсем шăхăракан çĕмренпе те, çунакан çĕмренпе те питĕ тĕл пеме пултарнă.

Моте çарĕ çав вăхăтра 300 пинрен те иртнĕ. Çарĕ тăватă пайран пуçтарăннă. Пĕр çарĕ шурă утли (урхамахĕсем пурте шурă), иккĕмĕшĕ — хăла утли, виççĕмĕш — çăлтăр хушка утли, тăваттăмĕш çарĕ — хура утли.

Пирĕн эрăччен 195 çулта Моте тапăнса килнипе Китай империйĕ ним юлми саланса каясси патне çитет. Гаоцзу император вилет, унăн арăмĕ регентша пулса юлать. Моте ăна качча илсе пĕтĕм Китай империне хăй аллипе тытса тăрас пирки шухăшлать.

Пирĕн эрăччен 177 çулта Моте çарĕсем Амадарьяпа Сырдарья тăрăхне, Бактри çĕршывне, Тянь-шань таврашне çĕнтерсе илнĕ те усун, ука, канскунь, цвюеше (чăваш) тата кăпчăк йăхĕсене хăйсен патшалăхне кĕртнĕ. Çав тапхăртан пуçласа Моте патшалăхĕ пĕтĕм Вăтам Азире хуçа пулса тăнă.  Ун чикки тухăçри Маньчжури,  кăнтăрта Китайри Хуанхэ юханшывĕ, çурçĕрте Енисей юханшывĕ таран çитнĕ. Анăçра вара хунсен çĕршывĕн чикки Каспи тинĕсĕ таран пулнă.

Моте пĕрлештернĕ хунсем 24 пысăк ушкăна (йăха) кĕнĕ. Чи чапла йăхсем виççĕ: куянсем (хуян), çӳйписем (сюйбу) тата ланьсем чечек. Моте хăй куян йăхĕнчен пулнă.

Çак сăмахсем китайра пурăннă чух чăваш чĕлхине кĕнĕ:
чике, чи, çын, çĕнĕ, туй, тинĕс, сухан.




#Article 772: Хуханье (121 words)


Хуханье — хунсен ĕмпĕвĕ.

Моте вилсен Пӳçӳйттан пĕтĕм хун йăхĕсене пĕрлештерме хăтланать, анчах та унăн ăнăçлă ĕç тухмасть. Ун хыççăн 5 çарпуçĕ — Хуке-шаньюй, Çукки, Утçи-шаньюй, Чели-шаньюй, Хуханье — патша пулассишĕн кĕрешеççĕ.

Хунсен çарпуçĕсем питĕ хаяррăн çапăçаççĕ. Юлашкинчен Анăçра Çукки, Тухăçра Хуханье пуçпулса тăраççĕ. Пирĕн эрăччен 56 çулта вĕсен хушшинче çапăçу пулать. Çукки çарĕ йышĕпе пысăк пулнă пулсан та, ăна Хуханье çĕнтерме меслет тупать.
Хуханье хăй Тухăç тăрăхне тытса тăрать, Анăç тăрăхне Çиçе (Чжичже) ятлă шăллĕне шанса парать.

Çиçе пиччĕшĕ пулăшнипе Çуккин тăванне Сӳнсӳн пике çапăçура çĕнтерет те хăйне никам çĕнтерейми çарпуçĕ теме тытăнать. Часах Çиçе хăйне патша тесе пĕлтерет. Çакна курса Хуханьен пиччĕшĕ Хуттус та хăйне Тухăçьен патши теме тытăнать.
Виçĕ пĕртăван хирĕçсе каяççĕ, вĕсем хушшинчи вăрçă-харçă икĕ çул пырать.




#Article 773: Англи (243 words)


Англи — Аслă Британин чи пысăк пайĕ. Англи Аслă Британи утравĕн кăнтăр-тухăçĕнче вырнаçнă.
Ячĕ кунта V — VI ĕмĕрсем хушшинче пурăннă анкăл йăхĕсенчен пулать.

Англи Аслă Британи утравĕн иккĕ виççĕмĕш пайне йышăнать. Çурçĕрте Англи Шотландипе, анăçра — Уэльс па чикĕ тытать.

Хальхи Анкăл (Англи) территорине пирĕн эрăччен тапхăрта кельт йăхĕсем шутĕнчи бритсем йышăнса пурăннă. 
Утравăн кăнтăр пайĕнчи çĕрсене (паянкунхи Анкăлпа Уэльс) Рим империйĕ вăрçса илсе хăйĕн шутне кĕртнĕ.
Рим легионĕсем пулăшнипе кăна Рим Британийĕ варвăрсене (германсене) хирĕç тăма пултарнă. Германсене V — VI ĕмĕрсенче, хроникăсенче кăтартнă май, кунта бритсем хăйсемех чĕннĕ, вĕсен вăйĕпе усă курса çурçĕр çĕрĕсенчи — пиктăсемпе скоттсемчен хӳтĕленес сăлтавпа. Килнĕ герман йăхĕсем виçĕ ушкăнĕ — ютсем, саксăсем тата анкăлсем — бритсен территорине алла илсе, вĕсене Уэльспа Корнуолл çумнелле хĕсме тытăннă. Вăхăт иртнĕ çем германсем тытса илнĕ çĕрсенче уйрăм çĕршывсем, пĕри, сăмахран, «Анкăл-саксон гептархийĕ» (çичĕ патшалăх пĕрлĕхĕ) йĕркеленме тытăннă. 

Хăшпĕр историксем тăрăнсене нормансен тапхăрĕнчен 1066 шутлаççĕ. Анкăлсен монарх нумĕрленĕвĕ те çак пула-иртĕвĕрен шутлаççĕ.

Вильгельм Çĕнтерсе илӳçĕ çĕршыва никĕслемен те, пухса пĕрлештермен,вăл Анкăла çапăçса илсе, вырăна франксемпе нормансен тăрăнне лартса хăварнă çеç.
XIII ĕмĕр вĕçĕнче кӳршĕллĕ Уэльс кнеçлĕхе Анкăл хăй çумне çавăрса илет, кнеçлĕх вара акăлчансен патшалăхĕн пайĕ пулса тăрать. Анкăл ирĕклĕхлĕ патшалăхĕн историйĕ Вăтам ĕмĕрлĕхпе Чĕрĕлӳ саманинчен пуçласа Елизавета I тăрăнлăхĕн тапхăрне çитиччен.

Елизавета I Тюдорсен династинчи юлашки тăрăнĕ пулать, ун хыççăн астула Иаков I Шотланди ĕмпĕве пулнăскер илет. Анкăлпа Шотланди пĕрлĕхне тепĕр çĕр çул иртсен Пĕрлĕх акчĕпе (1707) çирĕплетнĕ. Çакăн хыççăн Анкăлпа Шотланди Пĕрлешĕннĕ Патшалăх (United Kingdom) тесе палăртма пуçлаççĕ.




#Article 774: Гвиней кӳлмекĕ (124 words)


Гвиней кӳлмекĕ, — Экваторти Африкăн çыранĕсем патĕнче вырнаçнă кӳлмек. Либерин Пальмас сăмсахĕпе Анголăн Палмейриньяш сăмсахĕ хушшинче кӳлмекленсе выртать. Кӳлмек лаптăкĕ 1533 пин км2. Кӳлмек тĕпĕ 6363 метр таран çитет. Шыв 25-27 °С таран ăшăнать. Тăварлăхĕ — 34-35 ‰ (юханшывсен кăкĕ патнеллерех кăшт пĕчĕкленет, 20-30 ‰ тарана çитет). Кун хушшинче икĕ хут шыв хăпарать — 2,7 метр çӳллĕшне çитет.

Гвиней кӳлмекĕ Бенинпа (çурçĕр енче) Биафра кӳлмекĕ (тухăç енче) çине пайланать. Кăнтăртан çурçĕр еннелле кӳлмек урлă ăшă Гвиней юхăмĕ иртет. Кӳлмеке Вольта, Нигер тата ытти юханшывсем юхса кĕреççĕ.

Гвиней кӳлмекĕнче экваторпа нульмĕш меридиан хĕресленеççĕ, çавна май ăна тĕнче тĕпĕ теме пулать.

Пысăкрах утравсем: Биоко, Сан Томе, Принсипи, Аннобон.

Кӳлмек тăрăхĕнче нефтьпе газ кăлараççĕ. Тĕп портсем — Ломе (Того), Лагос (Нигери), Аккра тата Такоради (Гана), Либревиль (Габон).




#Article 775: Çиликкат (145 words)


Çиликкат — хунсен патши.  Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, вăл Аттил мăнукĕ, Ирнак ывăлĕ пулнă. Вăл VI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче пурăннă.

Аттил вилнĕ хыççăн хунсен асар-писер самани пуçланать — патшалăхĕ саланса каять. Атăл ывăлĕсем тĕрлĕ çапăçусенче пуçĕсене хураççĕ. Упранса юлнă хун йăхĕсем вара тĕрлĕ çĕрсене куçса каяççĕ. Вĕсен пысăк ушкăнĕ Паннони (хальхи Венгри)çĕрĕнче юлать. Тепĕр пысăк ушкăнĕ Çурçĕр Кавказ таврашне таврăнать. Кунта та хунсемпе пĕртăванлă, çумчĕлхеллĕ йăхсем пурăннă. Хăш-пĕр тĕпчевçĕсем вĕсене Атăл ертсе пынă сăварсем (савирсем) тесе çыраççĕ.

Иранра ун чухне чее те ултавлă Кават шах пулнă. Вăл 513 çулта Çиликкат патне элчĕсем ярать, хунсен патшине питĕ пуян парнесем парса хăй майлă çавăрать. Çиликкат вара хăйĕн 20 пинлĕ (икĕ таман) çарĕпе Висантие хирĕç вăрçăпа тухать.

Висанти императорĕ Юстиниан хунсене хăй енне çавăрас шутпа вĕсем патне элчĕсем ярать, анчах та килĕшӳ тума мел пулмасть. Вара вăл  Çиликкатпа Кавата хирĕстерсе ярать. Кават Çиликкатăн çарне систермесĕр тапăнса çĕмĕрсе тăкать.  




#Article 776: Хусан ханлăхĕ (117 words)


File:Kazan Khanate map Tatar.svg|thumb|300px|Хусан ханлăхĕн картти (авторĕ: И.Л.Измайлов)
Хусан ханлăхĕ — Вăтам Атăлçинчи феодаллă патшалăх (1438—1552), Ылтăн Урта аркансан тĕрекленнĕ, Пăлхар, Джукетау, Хусан, Кашан кнеçлĕхĕсен территорийĕсене пĕрлештернĕ. Тĕп хули — Хусан.

Никĕслекенĕ — Улу-Мухаммед ( 1438—1445 хуçаланнă).

XVI ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнче, Гирей ăру ханĕсем ертсе пынипе , Мускава хирĕç пĕрмаях вăрçăпа çӳренĕ. 1521 çулхи çурла уйăхĕнче Сахип-Гирея хусан ханĕпе Мухамеда Гирея крым ханĕ Чулхула, Муром, Клин, Мещера, Улатимĕр çĕрĕсем çине вăрçăсемпе кайнă, тыткăна темиçе вун пин çынна хупăрласа илсе таврăннă.

Пĕтĕмпе хусан ханĕсем вырăс çĕрĕсем çине хĕрĕхе яхăн тустарма вăрçăпа тухнă пулнă.

Иван IV 1545-52 çулсенче хусансем çине вăрçăпа çӳренĕ, юлашкинчен 1552 çулта Мускав патши Хусан ханлăхĕн пĕрлĕхне аркатать, ханлăх шутĕнчи Вăтам Атăлçи çĕрĕсене Мускав пăхăнăвне кĕртет.




#Article 777: Нью-Йорк (штат) (155 words)


Çĕнĕ Йорк (CVLa: Şĕnĕ Jork, акăлчанла New York), — çурçĕр-хĕвелтухăç тăрăхĕнче вырнаçнă АПШ штачĕ. Администраци Олбани хулинче ларать. 62 графствăна пайланать. Америка штачĕсен хушшинче халăх йышлăхĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать. Нью-Йорк Канадăн Квебек тата Онтарио провинцийĕсемпе, Америкăн Вермонт, Массачусеттс, Коннектикут, Çĕнĕ Джерси тата Пенсильвани штачĕсемпе чикĕленет, Род Айленд штачĕпе шыв урлă чикĕ тытать. Нью-Йорк штачĕн чи пысăк хулисем – Нью-Йорк хули (Америкăн чи пысăк хули), Баффало, Рочестер, Йонкерс, тата Сиракуза.

Нью-Йорк хулине тĕнчипе Америкăна куçакансем валли хапха, Пĕрлешӳллĕ Штатсен финанс, культура, çул-йĕр, производство тĕпĕ пулнипе паллă.

XVII ĕмĕрте Голландсемпе Французсем куçса килнĕ вăхăтра Нью-Йорк çĕрĕ-шывĕпе Алгонк, Ирокез, Ленапе халăхĕсем хуçаланнă. 1609 çултан пуçласа çĕр-шыара Голланди фортсем туса лартать, 1614-24 çулсенче çĕр-шыва Голланди çыннисем куçса килеççĕ, Албани тата Манхэттăн тăрăхĕсене колонизацилеççĕ; 1664 çулта Голландие вăрçара парăнтарса колонисене Британи туртса илет. Пăхăнманлăх Вăрçин çапăçăвĕсен пĕрре виçĕмĕш тӳпи Нью-Йоркра иртнĕ. Нью-Йорк çĕр-шывĕн конституцине 1777 çулта йышăннă, Пĕрлешӳллĕ Штатсен конституцине Нью-Йорк 1788 çулта ырланă.
 

Штат лаптăкĕ — 141 205 км2.




#Article 778: Алабама (штат) (172 words)


Алабама (Алапамă, CVLa: Alapamă; акăлчанла: Alabama) — Америкăн кăнтăр тăрăхĕнче вырнаçнă штачĕ. Администраци Монтгомери (Алабама) хулинче ларать. Алапамă анăç енче Миссиссиппипе, çурçĕр енче Теннесси, тухăç енче Джорджипе, кăнтăр енче Флорида тата Мексика кӳлмекĕпе чикĕллĕ. Алапамă шыв-йер енĕпе иккĕмĕш чи пысăк штат. 

Алапамăн тĕп халахĕсем Алапамă, Черокки, Чиккăсо, Чоктав, Крик, Коссатти, Мопиле ятлă пулнă. Çаксем пирĕн эрăчченхи 1000-мĕш çултах Çурçĕрти-хĕвелтухăçри халăхсемпе суту-илӳ йĕркеленĕ. Çĕрĕçне лайăх ăнланнăскерсен меслечĕсене паянхи кун та Миссиссиппи культтури ятпа пĕлеççĕ.

Алапамăн вăтам пайĕнче хура тулăхлă çĕр çинче Африкăран илсе килнĕ чурасене мамăк планттаццийĕсенчн ĕçлеттернĕ, ытти тăрăхсенче чухăн Америккансем фермă тытнă. 

Реконструкци тапхăрĕ хыççан та Алапамă хуçалăхĕ ытларах мамăк ӳстересси çине таянать. 20-мĕш ĕмĕр тĕлне мамăк чирĕ тухнипе ялхуçалăх тухăçлăхĕ вăйлă чакать. Планттаццисенче вăй хунă негрсем Çурçĕрти хуласене ĕç, ырлăх-пурлăх шыраса куçма пуçлаççĕ. 

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи Алапамăна пуйтарать - çĕр-шывра савăт-хапрăк хăпарать, мамăк ӳстересси иккĕмĕш вырăна куçать. 1964-65 çулсенче унччен рассисле саккунсем йышăнса пурăннă штатра, Федераци витĕмне тем пек хирĕç пулин те, негрсем сасăлав ирĕкне тавăраççĕ. 1972 çултан Алапамă суйлавра Респупликанĕцсен тĕрекĕ пулса тăрать.

Штат лаптăкĕ — 135 775 км2.




#Article 779: Айдахо (180 words)


Айдахо (Айтăхо, CVLa: «Idaho», Ajtăho, Ităho; акăлчанла Idaho) — Америкăн лăпкă океан енчи çурçĕр хĕвеланăç тăрăхĕнче вырнаçнă штат. Штатăн тĕп, çав хушăрах чи пысăк хули — Бойсе. АПШ федерацийĕпе 1890 çулта 43-мĕш штат пулса пĕрлешнĕ.

Штата рессурс енчен пуян пулнине кура Мерчен штат тесе чĕнеççĕ. Çĕр-шывăн девизĕ Вĕçĕм пултăр.

Археологсем Айтăхора çĕр айĕнчен Америкăри хальччен пĕлнĕ чи авалхи çĕмрен йĕпписене тат ытти пурлăха кăларса этем ку çĕрте 14 500 çул каяллах пурăннине палăртнă. Çĕр-шывăн çурçĕр енче Нез Пĕрс, кăнтăр енче Шошшон тĕп халăхсем пурăннă.

Федераци правительстви çĕре юнашар штатсене салатас текен, 1890 çулта Айтăхо штат пулса тăратех. Штатăн хуçалăхĕ малтан метал кăларни çине таяннăскер, туризм тата ялхуçалăхĕнчен тупăш илме пуçлать. 

Юлашки çулченче Айтăхора ăслă технологи промышленноçĕ вăйлă аталанма тапратнă. Авалхи халăхăн йăла-йĕркине сыхлакан пĕрлешӳсен ĕçĕ штата туристсене илĕртет.

Штат лаптăкĕ — 216 632 км2.

Айтăхо пĕр енче Канадăпа чикĕленет. Айтăхо çĕрĕ этем пăсман лаптăксемпе пуян. Рокки тăвĕ айĕнче лараканскер, штат рессурспа пуян, çĕрĕн-шывĕ илемлĕхĕпе илĕртет. TheШтатра юрпа витĕннĕ ту хырçисем, хăвăрт юханшывсем, канăçлă кӳлĕсем, чăнкă каньонсем пур. Снейк Юханшывĕ Аслă Каньонран тарăн Хеллс Каньонĕпе каять. Шошшон шывсикки Ниагара шывсиккинчен çӳллĕрех.




#Article 780: Павловка районĕ (Чĕмпĕр облаçĕ) (100 words)


Павловка районĕ — Чĕмпĕр облаçĕн кăнтăр-анăçĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе (район) тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Администраци центрĕ — Павловка паçулкă. 

Район çĕрĕсем кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă. Павлă районĕ Чĕмпĕр облаçĕн кăнтăрĕнче вырнаçнă. Çурçĕр енче ĕмпĕр облаçĕн Николаевка, тухăçра Кив Кулатка районĕсемпе чикĕ тытать, кăнтăрпа кăнтăр-анăç енчен — Сарăту облаçĕн Вольски тата Балтай районĕсем вырнаçнă, анăçалла кайсан Пенза облаçĕн Пенза облаçĕн Çăрттанлă районне çитме пулать.

Район шутĕнче 28 ял, администраци тĕпĕ — хула евĕр посёлок Павловка. Район территорийĕ — 1009 çм².

Халăх йышĕ — 17,5 пин çын, вĕсенчен 56 % — вырăссем, 19 % — мордвасем, 20 % — тутарсем, 3,5 % — чăвашсем.




#Article 781: Сенгилей районĕ (101 words)


Сенгилей районĕ — «Чĕмпĕр облаçĕн Швейцарийĕ» — питĕ илĕртӳллĕ илемлĕ кану вырăнĕ.

Куйбышев шыв усравĕн сылтăм енче вырнаçнă. Кунта Атăл тăрăх пăрахутсем çӳреççĕ, чукун çулĕ Чĕмпĕр-Сызрань автотрасса пур..

Районта кварц тата çурт-çул тумалли хăйăр, опоксем, мергель, мел нумай, çавăнпа та кунта çурт-çул материалĕсен завочĕсем чылай.

Сенгилей районне 1928 çулта йĕркелесе тунă. Территорийĕ 1349 çм². Хале кунта 28,9 пин çын пурăнать. Вырăссем — 74,9 %, чăвашсем — 16 %, тутарсем — 5 %, мордвасем — 1,8 %. Администраци тĕпĕ — Çĕнĕ Кил хули, Чĕмпĕр тен кăнтăралла 66 çухрăмра. Район шутĕнче хула евĕрлĕ 3 посёлок (Хĕрлĕ Гуляй, Çиликкатлă тата Цемзавод) тата 22 ял.




#Article 782: Wine (331 words)


Wine (вайăн), — Windows таврашĕнче ĕçлекен программăсене Linux операци системинче усă курма пултаракан программа, эмулятор. Вăл Linux усă куракансене Windows'шăн çырнă, Windows'ра кăна ĕçлекен программăсене аппаланма май парать. Ячĕ - хăй çине куçтаракан кĕскетӳ: Wine is not an Emulator. 

Wine Wine Microsoft Windows хальхи версисене Microsoft Windows кивелнӗ приложенисем/вӑйӑсем пур, вӗсене унчченхи, кивелнӗ версисем Microsoft Windows йӗркеленӗ, Microsoft Windows хальхи кӑларӑмсемпе килӗшсе тӑмаҫҫӗ. Wine Winelib библиотекӑна программӑсене программӑсене парса тӑрать, вӗсем Пулӑшнипе Windows-ОБНОВАНИЕ ОБНОВАНИЕ ОБНNIX-ҪАВНАШКАЛ операци системисене компиляцилеме пултараҫҫӗ. W. I. N. e. e-рекурсивлӑ акроним ят Wine Is Not an Emulator — W.I. N. e — ку эмулятор мар. Wine Вӑл компьютер эмуляторӗ е виртуал машини мар, сӑмахран, qemu, VirtualBox тата ытти те. Ун вырӑнне Wine — Альтернативлӑ, Ирӗклӗ пурнӑҫ Windows API. 

Wine GNU LGPL ирӗклӗ лицензи условийӗсемпе сарӑлать.

Проект тулли мар пулнӑран е Документ пулманран Win32 API элементсем тӑрӑх нумай йывӑрлӑхпа тӗл пулать. Win32 функцие тӗпрен илсен документсемпе палӑртнӑ вӑхӑтра облаҫсем нумай (сӑмахран, Файл форматсем е Microsoft протоколсем), вӗсенче нихӑҫан та пичетленмен. Wine хатӗрлевҫӗсен командине ҫак компонентсене каялла туса хатӗрлеме тивет.

Wine Windows Windows операци системин библиотекисем патне системӑллӑ чӗнӳсене йышӑнать те вӗсене хӑйӗн ӗҫӗсемпе улӑштарать. Ҫапла Вара процессор эмуляцийӗсем, ытти эмуляторсем VMware QEMU, пулмаҫҫӗ, Wine Wine тӑван операци системинчи пекех хӑвӑрт пурнӑҫланма пултараҫҫӗ (хӑш-пӗр чухне вара хӑвӑртрах та. Wine хӑйӗн ӗҫне Тума Windows палӑртнӑ ОСС пур, анчах та библиотекӑсемпе усӑ курма пултарать.

Wine Winelib программӑсене Winelib программӑсене Windows WINIX UNIX ӗмӗр тӑршшӗпе куҫарса памалли хатӗрсем туса хатӗрлет.

Wine, паллах, стабильлӗ апат-ҫимӗҫ мар тата вӑл Пулӑшнипе Windows валли кирек мӗнле программӑна та кӗртме май килӗ тесе калаймӑн. Windows системисене пачах пурнӑҫламанпа пӗрех. Апла пулин те Windows пур ҫӗрте те усӑ куракан приложенисенчен чылайӑшӗ Windows туллин хута яраҫҫӗ тата WINIX-Wine пулӑшнипе ӗҫлеҫҫӗ. Windows документпа усӑ курман майсемпе уйрӑмах усӑ курмаҫҫӗ приложенисемпе.

Wine (верси таран 1.6.2) экран 256-мӗш тӗслӗ режим (8 бит/цвет) ҫине-ҫинех хӗл-хӗл юхӑнчӑкӗнче вырнаҫтарман пулсан хушма тата вӑйлӑ чеелӗхсене вырнаҫтармасӑр куҫарма пултарайман. Ҫакӑ Хӑш-пӗр кивӗ вӑйӑ-кулӑпа тата Windows 3.1/9x, шӑпах 256 тӗслӗ режим кирлӗ ытти программӑсемпе йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратма пултарнӑ.




#Article 783: Раççей Федерацин ТÇФ Лăпкă океан флочĕ (152 words)


Лăпкăокеа́н флочĕ (ЛОФ) — Раççей Федерацийĕн Тинĕс Çар Флочĕн (РФ ТÇФ). оперативлă-стратегиллĕ пĕрлешĕвĕ.

РФ ЛОФ-ĕ, Раççей Федерацин тинĕс-çар флочĕпе Хĕçпăшаллă вăйĕсен пайĕ пулнă май, Раççей патшалăхĕн Ази-Лăпкă океан регионĕнчи вăрçă хăрушсăрлăхне упраса тăрать.

Хăйĕн хĕсмет явăплăхĕсене океанра тата çывăхри тинĕс зонисенче пурнăçлама Лăпкăокеан флочĕн шутĕнче стратегиллĕ ракетăллă шывай крейсерĕсем, нумайтĕллевлĕ атомлă тата дизеллĕ шывай киммисем, шывçи карапĕсем, ракетăллă шывай кимисене хирĕçлĕ тата истребитель тинĕсçар авиацийĕ, тăнăççĕр тата çыранхӳтлĕх çарĕсем çителĕклĕ.

ЛОФ çарпуçĕн хĕсмет вырăнне 2007 çулхи авăн 13-мĕшĕнчен пуçласа В. С. Высоцкий адмирал йышăнать.

Лăпкă океан флочĕн штаб-хваттерĕ Владивосток хулинче вырнаçнă.

 

ЛОФ умĕ — Çĕпĕр Çар Флотилийĕ. 1922 çулта Аякри Тухăçăн Тинĕс çарĕсене 1935 çулта ТОФ-а куçарнă. Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче ЛОФ-ăн чылай вăйĕсем Çурçĕр флочĕ шутĕнче Баренц тата Японие хирĕç вăрçăн урăх тинĕс çапăçăвĕсене хутшăнса ЛОФ 1-мĕш Инçет Тухăç фрончĕн çарĕсемпе пĕрле Çурçĕр Корейăна ирĕке кăларнă, Кăнтăр Сахалин тата Курил десант операцисенче кĕрешнĕ.

ЛОФ 1965 çулта Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тивĕçтернĕ.




#Article 784: Раççей Федерацин ТÇФ Балти флочĕ (110 words)


Балти Флочĕ  — Раççейĕн Балти тинĕсĕнчи оперативлă-стратегиллĕ тинĕс çар флочĕн пĕрлĕхĕ.

Тĕп вырăнĕ — Балтийск, (Калининград облаçĕ) тата Кронштадт,  Санкт-Петербургăн (муниципаллă округĕ).

Флот шутĕнче шывçи карапĕсен дивизийĕ, дизеллĕ шывай киммисен бригади, пулăшу тата шырав-çăлу карапĕсем, флот авиацийĕ, çырана хӳтлев çарсем, тылри техникăллă тата ятарлă вăйĕсем.

Флот çарпуçĕ — адмирал Валуев Владимир Прокофьевич

Флагман карапĕ: эскадра миноносецĕ «Настойчивый».

Балти Флотне Пётр I вăхăтĕнче XVIII ĕмĕрĕн пуçламĕшĕнче йĕркеленĕ. (1703) çулта флот Çурçĕр вăрçин Гангут, Гренгам патĕнчи çапăçăвĕсенче хастар çапăçнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче Моонзунд утравĕсене, Таллина Ханко çурутравне, Ленинграда хӳтĕленĕ. Хĕрлĕ Çарăн 1944—1945 çулĕсенчи Балтиçумĕнчи, Тухăç Пруссири тата Тухăç Померанири тапăну çапăçăвĕсене хутшăннă.

Флота Хĕрлĕ Ялав орденĕпе икĕ хут (1928, 1965) хисепленĕ.




#Article 785: Валем Хуçа (114 words)


Валем Хуçа е  Валем Ырă — чăвашсен пăлхар тапхăрĕнчи паллă пӳлĕхçи. Вăл Пӳлер хулинче тутар йăхĕсем киличчен пурăннă. Ун пирки Малĕм хоçа, Маалим-Ходжа тесе те çырни те пур.

Валем пуян хуçа пулнă, çынсене сыватнă, çăлтăрсен тĕнчине лайăх пĕлнĕ, çутçанталăк мĕнле аталанса пырассине каланă.  Вăл хура халăха тĕне кура уйăрса пăхман: уншăн авалхи тĕнпе пурăнакан чăвашсем те ислам тĕнне илнĕ çынсем те пĕрех пулнă.

Валем хуçана вилсессĕн ту çине пытарнă. Çав тăва халĕ Хурату е Валемхуç теççĕ. Çак çăвари палăксем çине арап чĕлхипе чăваш сăмахĕсене çырнă. Палăкĕсене авалхи чăваш йăлипе Хĕвеле хирĕç лартнă. Çав палăксене вырăнти çынсем хисеплемесĕр вĕçĕмсĕрех çаратнă пулнă, ислам тĕнлĕ çын масарĕсене çеç упраса усранă, Ылтăн Урта тапхăрĕнчи кун-çулне çеç палăртса тăнă.  




#Article 786: Вепс чĕлхи (168 words)


Вепс чĕлхи (вепсле: vepsän kel' ), — вепссем калаçакан чĕлхи. Балтика-финн ушкăнне кĕрекен финн-угор чĕлхи. 

Вепс чĕлхине тĕпчеме Эллиас Лённрот пуçланă. Вăл 1853 çулта пĕрремĕш вепс чĕлхи çинчен кăтартса паракан статьине çырнă. Август Альквист 1850 çулсенче вепс пурăнакан çĕрĕ тăрăх çӳренĕ, фольклор материалне пухса шведле-вепсле сăмахсарне хатĕрленĕ. 1913 çулта пĕрремĕш вепсле-вырăсла сăмахсар тухнă. 1930 çулсенче вепс çырулăхне аталантарма пуçласан, латиница çинчен никĕслекен алфавитне усă курнă. Лениннград облаçĕнчи Видла, Ошта, Капша, Шола тата Оята хулисенче 49 пуçламăш тата 5 вăтам вепс шкулĕ уçнă. 1937 çулччен 19 шкул кĕнеки, вепсле-вырăсла сăмахсар, вуламалли кĕнекесем пичетлесе кăларнă. 

Вăрçă хыççăн вепс шкулĕсем хупалнă, телленмелле мар вепс чĕлхи пĕтсе кая пуçланă. Вепс чĕлхи çĕмьере калаçни валли çĕç пулса тăнă.

Пĕтĕм историнче вепс чĕлхипе 70 кĕнеке пичетленĕ. Чылайăшĕ - вĕренӳ вуламалли. Вепс чĕлхи хальхи чи паллă литература ĕçченĕ Николай Абрамов сăвăçă. Вепс чĕлхине Петразаводскри Лённрот ячĕллĕ гимназире вĕрентеççĕ, тата факультатив майĕпе Ленинград облаçĕнчи хăш-пĕр шкулсенче вĕренме май параççĕ. Çавăн пекех ăна виçĕ институтра вĕрентеççĕ: Петразоводскри университетре, Карели педагогика институтĕнче, Санкт-Петербургри патшалăх университетĕнчи Çурçĕр халăхĕсен институтĕнче.




#Article 787: Йывăç (110 words)


Йывăç — хытă вулăллă ӳсен-тăранăн форми.

Йывăç виçĕ пайран тăрать: тымарĕ, вулă тата турат кÿлепи.

Йывăç тымарĕ — ӳсен-тăранăн çĕр айĕнчи пайĕ. Унăн тĕп функцийĕ — йывăçа çӳлелле (вертикаллă) тытса тăрасси, тăпраран сĕткенсене çăтса илсе вулла куçарасси.
 
Йывăç вулли туратсен тĕрĕкне тытать тата тымартан усăллă япаласене çÿлелле куçарать. Хĕлле тата нӳрĕке, пулăхлă миниралсене упрать.

Йывăç турат кÿлепи тесе ӳсен-тăранăн турачĕсемпе çулçисен çӳлти пĕтĕмлĕхне калаççĕ. Вăл вулăн аялти пĕрремĕш турачĕнчен пуçласа ытти мĕнпур турачĕпе çулçăсен пĕрлехĕ . Турат кÿлепи хăйĕн ĕлкипе чан евĕрлĕ колонна евĕрлинчен пуçласа аркаланса кайни тарин, Турат кÿлепи тачăлăхĕпе — çат тачăллисем те, йăпăш эрешлĕ тĕслисем те тĕл пулаççĕ. Хĕвел çутипе çулçăсенче фотосинтез пулса иртет.

чăрăш, хыр, кипарис,




#Article 788: Ubuntu (116 words)


Ubuntu — операци системи, Linux дистрибуцийĕсен пĕри. Тӳлевсĕр сарăлать. Debian Linux çинче никĕсленĕ. Тĕллевĕ - ирĕклĕ, çăмăл операци системи тăвасси. Йĕртсе пыраканĕ Canonical Ltd. фирми. 

Ubuntu тĕп графика таври - GNOME ĕç сĕтел системи. Юлашки версийĕ Ubuntu 13.04 (Raring Ringtail) ятлăскер 2013 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче кăларнă. Çĕнĕ версине 2013 çулхи юпа уйăхĕнче кăлараççĕ.

Ubuntu ячĕ операци системин пĕтĕм шутланине кăтартса тăрать. Зулу чĕлхипе тата урăх Африкăри чĕлхисенче вăл çынлăх, пĕрле тăни пĕлтерет. Тӳррĕн куçарсан: эпир пур çынсем пулни кура эпĕ эпĕ пулайатăп. Çак шутлани Ubuntu çынсене пĕрлештерет. Вăл яланах тӳлевсĕр пулнине, мĕнпур çын, мĕнпур чĕлхипе калаçакансем, кашни инвалидлăхлă çынсем ăна усă курма пултарнине Ubuntu пĕрлĕхĕ сăмах парать. Унсăр пуçне программăсене улшăнтарма усă кураканăн тулли ирĕкĕ.




#Article 789: Пӳре (373 words)


Пӳре (лат. ren) — çурăмшăммиллĕ чĕрчунсен, çав шутра çыннăн та, — шĕвеке уйăрса кăларакан (шăк тăвакан) системин шалти пушмаклă органĕ.

Пӳресем çыннăн хырăмĕн хыçĕнче, çурăм шăммин икĕ енче, кăкăрăн 12-мĕш çурăм шăмми— пилĕк шайĕнчен — 2-мĕш шăмми тĕллинче (Th12 — L2 çурăм шăммисен проекцийĕ) вырнаçнă, сылтăм пӳри тӳрĕ чух çӳллĕрех пулать, мĕншĕн тесен çӳлтен ăна пĕвер пусать (тĕрек çыннăн сылтăм пӳрен çӳлти полюсĕ яланах пекех 11-мĕш кăкăр шăммин, сулахаййин çӳлти полюсĕ — 12-мĕш кăкăр шăммин тĕллĕнче ларать).

Кашни пӳрене çирĕплĕ çыхăнтармалла çĕвĕçленĕ капсулăпа хӳтĕленĕ, ун шутне паренхимăпа шăк пуçтарса кăларас системи кĕрет. Пӳре капсули тачă çыхăнтаракан ткань (?) хутаçи пулать, унпа пӳре тул енчен хӳтĕленет. Пӳрен паренхими тул енчи хупăллă веçествипе тата мимен шал веçествинчен пулса тăрать, ку вăл органăн шалти пайĕ шутланать. Шăк пуçтарас системи пӳре чашкисенчен пуçланать, вĕсем вара пӳре лоханкине çитеççĕ. Пӳре лоханки ĕнтĕ шăкюхана куçать. Пӳререн тухакан шăкьюхансем шăк хăмпăвне çитеççĕ.

Сĕтĕмен чĕрчунсен пӳрисем — тăрăхпăрçа евĕрлĕ, çиелтен тачă капсулăпа витĕçĕннĕ. Пӳрене касса сăнасан хупă евĕрлĕ тата миме евĕрлĕ пайĕсене палăртма пулать. Хупă евĕрлĕ веçестви пĕтĕм тенĕ пекех пӳреллĕ пĕчĕк çăмхасем, миме евĕрли — канал евĕрлĕ нефронсем пулаççĕ. Миме веçестви пирамидă пек вырнаçнă. Пирамидисем пĕрре те пулаççĕ (йĕкехӳресен), темиçе те (çыннăн 6-18). Хушшинче пӳре юписем,вĕсем хупă евĕрлĕ веçестви шутне кĕреççĕ. Пирамидăпа çумĕнчи пӳре юппи пӳречĕркки пулать. Шалалла тавăрăннă айăкĕнче пӳре хапхисем курăнаççĕ, кунтах шăкюханăн анлăланнă пырĕ — пӳре лоханки — пуçланать. Унăн ăшнелле пирамидă тăрринче вырнаçнă ĕмкĕч юххисем каяççĕ. Пӳрен хапхи патĕнчех — юнкуçаракан пăрăхсем (пӳре артерисемпе веннисем), лимфа пăрăхĕсем, нервăсем. Пӳререн тухакан шăкьюхансем шăк хăмпăвне çитеççĕ.

Пӳре организмри шĕвексене фильтраци, секреци тата реабсорбци туса уйăрса кăларать. Пӳресем шывпа тăвар тата йӳçĕк-щелоч баланс системине тытса тăракан ĕçсенче чылай вырăн йышăнаççĕ.
Пӳре витĕр организмран азотлă улăштарун вĕçĕмлĕ япалисем, токсикăллă та ют хими çыхăнтаруллă пĕрлĕхĕсем, ытлашши органикăллă тата органикăллă мар веçествисем тухаççĕ. Пӳресем углеводсемпе белоксем улăштарăвĕсене хутшăнаççĕ, биологиллĕ активлă веçествăсем, вĕсем артериллĕ пусăм шайне, пӳреçийĕсем (надпочечниксем) альдостерона секрецилес хăвăртлăхне тата эритроцит тăвас хăвăртлăхне йĕркелесе тăраççĕ. Пӳресем гомеостаза тытса тăма кирлĕ пулаççĕ, шыв-тăвар улăштарăвне йĕркелесе ĕçлеççĕ, биологиллĕ хастар (активлă) веçествăсем тăваççĕ.
Шыв чĕрчунĕсен пӳрийĕсем çĕр чĕрчуннисенчен организмран шыв кăларассипе уйрăлса тăрать.

Пӳресем çителĕксĕр ĕçленĕ чух вĕсен гемодиализ функцине «юрилле пӳре» аппарачĕ туса пырать. Хальхи аппаратсем пурĕ тенĕ пекех юна тасатаççĕ, чирлĕ çынсем вара, куллен кун гемодиализе тытса пырса, йĕркеллĕ тулли пурăнма пултараççĕ.




#Article 790: Сăкăтсем (124 words)


Сăкăтсем — иран чĕлхипе калаçнă, Сăкăт патшалăхĕ территоринче (Зерафшан айлăмĕнче — хальхи Бухараран (Узбекистан) Худжанда (Таджикистан çити).) пурăннă халăх. Раççей ăсчахĕ Бартольд В. В. каланипе, сăкăтсем суту-илӳ енĕпе «Вăтам Азин» финикийĕсем шутланнă. Вĕсен çĕршывĕнче (буддизм, манихеизм, Нестор тĕнĕ, сăртăш тенĕсем ирĕклĕ аталаннă. Тĕн çырăвĕсем сăкăтсен культурин, чĕлхин паянкуна çитнĕ тĕп çăлкуçĕсем шутланаççĕ.

Сăкăтсем Китайпа çыхăну тытнă, вĕсен çĕрĕсене китай çулçӳревçи Цзян Кван çитсе курнă.

Иркутск облаçĕн Тулун, Куйтун тата Анат Удина районĕсен çурçĕр пайĕсенче, çаплах Братск районĕн территоринче (Ия тата Уда юханшывсен бассейнĕ) об (обь) элеменчĕллĕ гидронимсем чылай — иран чĕлхисенче вăл шыв пĕлтерĕшлĕ пулать. А. П. Окладников каланипе, орхон терĕкĕсен тата уйгурсен мăнаçлăх эпохинче сăкăтсем Унга таврашĕнче тĕпленсе пурăннă. Çакăн евĕрлĕ гидронимсем çаплах Обь юханшывăн бассейнĕнче, унăн шутне Пянджа бассейнĕнче (Таджикистан) тĕл пулаççĕ.




#Article 791: Сăкăт чĕлхи (162 words)


Сăкăт чĕлхи, — авалхи сăкăт халăхĕн чĕлхи, иран чĕлхе ушкăнĕн çухалнă (IX ĕмĕртенпе) чĕлхе. Вăл бактри чĕлхипе тăванлă пулнă. Çырулăхĕ арамей алфавичĕпе (вязь: сылтăмран сулахаялла çыру, уçă сасăсен чылайăшне çырса палăртман). Каярахпа сăкăтсем бактрисемпе тата ытти иран йăхĕсемпе пĕрлешĕнсе кайнă, вĕсен чĕлхи перс чĕлхин таджик диалекчĕ пулса тăрать. Сăкăт (çĕнĕ сăкăт) чĕлхипе халĕ те Таджикистан патшалăхĕнчи Сăкăт облаçĕнче тата Душанбе çумĕнче пурăнакан ягноби вак халăх (2 000 — 12 000 çын) усă курать.

Сăкăт чĕлхи тухăç-иран туратĕнче шутланать. Тухăç-иран ушкăнне хорезм, сак, осетин тата ытти чĕлхесем кĕреççĕ.

Сăкăт çыруăвĕн консонантисăмĕ аяларах кăтартни пек тытăмланать (пĕрремĕш юпа). Ытти виçĕ юпинче сăкат халăх, манихей тата христиан çырăвĕнче пурĕ те йышăннă хупă сасăсене латтин транслитерацинче палăртни. Усă куракан транскрипципе  европа ăслăлăхĕнче килĕшнĕ, IPA — хирĕç пулнă. Çавра хупă паллипе сăкăт чĕлхинче ют сăмахсенчи хупă сасăсене, е (аллофон таврашĕнче) çырнă.

Сăкăт чĕлхипе хайланă текстсен массивĕ, ытларах çакăн шутĕнче манихей трактачĕсем шутланаççĕ, çапах та чылай христиан (несториан) тата будда хайлавĕсем, çаплах хуçалăх-администраци докуменчĕсем («Муг тăвĕ çинчен çырнисем»).




#Article 792: Таджик чĕлхи (166 words)


Таджик чĕлхи, — иран ушкăнне кĕрекен инди-европа чĕлхи. Таджикистан патшалăхĕн тĕп чĕлхи шутланать.

Таджик чĕлхи' (, тепĕр чух фарси чĕлхин таджик диалекчĕпе палăртаççĕ) — таджиксен чĕлхи, Таджикистанăн патшалăх чĕлхи тата Афганистанăн (пушту чĕлхипе танах) патшалăх чĕлхисенчен пĕри шутланать, индоевропа чĕлхе çемйин индо-иран ушкăнĕн иран чĕлхе туратĕнче вырăн йышăнать. Таджик чĕлхи, çаплах Узбекистанăн хăш çĕрĕсенче, çурçĕр Афганистанра (унта ăна дари е фарси-кабули теççĕ) сарăлнă. XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчен алфавитра арап графикипе, 1940 çулччен латиницăпа усă курнă.
Китайăн кăнтăр-анăçĕнчи Синьцзян-Уйгур автономлă районĕнче пурăнакан таджиксем, тĕрĕссипе памир таджикĕсем пулаççĕ, вĕсем иран чĕлхисен памир ушкăнĕнчи ваханпа сарăкăль чĕлхисемпе калаçаççĕ.

Паянкунхи кириллица алфавичĕ:

Тĕп сăмахсен танлаштару таблици.

Çак вăхăтран Таджикистанпа Узбекистан таджикĕсем хăйсен чĕлхине палăртма «таджик чĕлхи» (забон-и точики) терминпа усă кураççĕ, Афганистан таджикĕсем хăйсен чĕлхине «дари» е «перси чĕлхи» тесе уйăраççĕ. Тем тĕрлĕ диалектсем пулсан та, Ирана, Афганистан, Узбекистан, тата Таджикистан çыннисем пĕр-пĕрне пĕтемпех ăнланаççĕ. Стандартлă таджик чĕлхинче кириллицăпа усă кураççĕ (дарипе перси чĕлхинче араб-перси алфавичĕпе). Халĕ çак чĕлхе Иранра, Афганистанра, Таджикистанра пĕрлешĕнсе çывăхланса пырать (Узбекистанра перси чĕлхин статусĕ çук).




#Article 793: Илпеш (215 words)


Урăх пĕлтерĕшĕсене Илпеш (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Илпеш (Василий Григрьев) — XIX ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Чикме уесне кĕрекен Урпаш ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Вăл 1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçине хутшăннă. Париж хулине çĕнтерсе илнĕ чухне патрлăхне кăтартнă, уншăн ăна кĕмĕл медальпе «За взятие Парижа»  хиспеленĕ. 1814 çулта Илпеше тата «Таса Анна» хисеп паллипе тивĕçтернĕ, унтер-офицер шайне хăпартнă. Каярахпа Илпеш тăван ялне таврăннă. Вăл  патша ертĕвĕ çак хаяр вăрçăра хăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ халăхшăн тăрăшма тытăнĕ тесе ĕмĕтленн ĕ, анчах та çак çутă ĕмĕт кăлăхах пулнă. Патша халăх пурнăçне çăмăллатас пирки пĕртте шутламан. Уйрăмах çĕршыври вырăс мар халăхĕсен пурнăçĕ начарланса пынă.

Вара 1842 çулта чăвашсемпе çармăссем чăтайман, патшана хирĕç вăрçа çĕкленнĕ. Историре вăл Шурча вăрçи  ятпа юлнă. Кĕрешӳçĕсене ертсе пыраканĕ 1812 çулхи вăрçă паттăрĕ Илпеш пулнă.
Пăлхава тухнă хресченсем патша çарĕсемпе темиçе хутчен те çапăçу пуçланă. Чи хаяр çапăçу вара Шурча ялĕ патĕнче пулса иртн ĕ. Кунта 5 пине яхăн сенĕксемпе, пуртăсемпе, чукмарсемпе сăнасемпе кăраланнă чăваш-çармăс çарĕ пуçтарăннă. Вĕсене чăн-чăн паттăрсем Палаттай (Степан Сидоров), Ильпарс (Степан Ильин), Саватька (Александр Григорьев), Михапар (Федот Федоров) ертсе пынă.
Пĕрремĕш çапăçу çу уйăхĕн 19 мĕшĕнче пулса иртнĕ. Çак хушăра кĕрешӳçĕсене пулăшма таврари ялсенчи хресченсем пуçтарăннă, пăлхав çар шучĕ 10 пине те çитнĕ. Хаяр та юнлă çапăçура сакăр çын вилнĕ, виççĕр çынна яхăн амантнă Патша çарĕн те çухатусем пулнă, вĕсенне çĕр çынна яхăн амантнă.




#Article 794: Янăш паттăр (250 words)


Янăш — XVII ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Вăл Петемен ялтан пулнă тесе çырнă ясак пуçтарнă кĕнекере.

Чăвашсем пĕтĕм вăйне хурса вырăс патшалăхне Пăлхавăрлă саманара пулăшнă, поляксене Мускавран хăваласа кăларас ĕçе питĕ хастаррăн хутшăннă. Анчах Михаил Романов патшана ларнă хыççăн патша йыттисем чăвашсене тискеррĕн пусмăрлама, вĕсене халăх вырăнне хумасăр пĕтерме тытăннă. Чи малтан мускав пусмăрçисем пĕтĕм халăхăн кĕрешӳ вăйне тĕп тума тăрăшаççĕ. Чăваш турханĕсене, мăрсисене, пикĕсене, ичекĕсене Чăваш Енрен аякка хĕсмете иле-иле кайяççĕ. Ун чухне ултă килтен пĕр çынна çар ретне тăратнă пулнă. 1613 çулта кăна 5 пин ытла çынна çара илсе И.М.Заруцки ертсе пыракан пăлхавçă хусахсене хирĕç кĕрешме ăсатнă. 1614 çулхи нарăс уйăхĕнче кăна Шупашкар, Сĕве, Çĕрпӳ, Етĕрне тата ытти уессенчен 5533 çын пуçтарса Раççей империн тĕрлĕ çĕрте пыракан вăрçисене ăсатнă. Çав вăйпитти çынсем пурте тенĕ пекех каялла таврăнайман: е вăрçăра пуçĕсене хунă, е чăваш пулма пăрахса вырăсланнă. Çапла вара чăваш çыннисем пинĕ-пинĕпе ниме кирлĕ мар вăрçăсенче çĕре кĕнĕ.

Янăшпа пĕрле ирĕклехшĕн çăпăçăкан ытти паттăрсене хирĕç тăма патша тарçисем сутăнчăксене шыраса тупаççĕ. Пĕрри — Алац тăрăхĕнчи Ира вулăсĕнчи Д. Тойбахтин — пулнă. Вăл Хусан вăйпутне И.М.Воротынский кнеçе пăлхав ĕçĕ пирки пĕлтерсе тăнă.

Янăшпа унăн юлташĕсем патшан ирĕксĕрлехĕсене кар тăни халахшăн усăллă тухнă, мĕншĕн тесен 1615 çулхи ака уйăхĕ тĕлне патша ертĕвĕ хăш-пĕр ясаксене тӳлемелле маар тесе пĕлтернĕ. Ку ĕнтĕ Михаил Романов патшан тытăмĕ çак çулсенче хавшаксăррине кăтартнă. Çак каялла чакни патша чеелĕх çеç пулнă, 1615 çулта, авăн уйăхĕнче патша анчăкĕсем каллех çĕнĕ тӳллев пухма шутланă. Вара пĕтĕм Атăлçипе Урал таврашĕнчи халăхсем çĕнĕ  хаяр кĕрешĕве тухаççĕ. Вĕсене Еналей Шугуров пик ертсе пырать.




#Article 795: Язгулемсем (138 words)


Язгулемсем (хăйсене згамик /скамик/ теççĕ), — Таджикистанăн Туçи Бадахшан тăрăхĕнче пурăнакан халăх. Язгулем чĕлхипе калаçаççĕ. Çӳллĕ тусем хушшинче юхакан Язгулём юханшывĕ хĕрринче пурăнаççĕ. 

Пĕлĕве таджик чĕлхипе илеççĕ. Ытларах енĕпе ислам тĕнне ĕненеççĕ. Ытларах енĕпе суннитсем, сав енченнех шиитсем те тĕл пулаççĕ. Малтан исмаиллăх та сарăлнă пулнă.

Хуçалăх енĕпе пăхсан ытларах çĕрĕçченĕсем. Язгулём шывĕн çӳлĕрех юхăмĕнче кĕтӳ тытаççĕ. Çăм арлаççĕ, арçынсем пир тĕртеççĕ, хĕрарăмсем тĕрлĕ тĕслĕ çăмран çӳллĕ кĕнчеллĕ нускисем çыхаççĕ. Çавăн пекех йывăçран тĕрлĕ савăт-сапа, карçинсем ăсталаççĕ.

Рушансем, бартангсем, тата шагнансен пĕр пайĕ пек вилĕне пытарнă чухне ташласа пытараççĕ. Ташшине ытларах енĕпе хĕрарăмсем ташлаççĕ. Вилнĕ арçына каум пуçĕ пытарать. 

Исмаилсен малтан халах çулчĕ пулнă. Ăна вĕсем алоу хона тенĕ, чăвашла куçарсан «вучах çурчĕ» пулать. Ку çуртра вучаха нихăçан та сӳнтермен, арçынсем утна каннă, апатланнă. Суннизм сарăлма пуçалсан вăл çутсенче мĕчĕтсем тунă.

XX ĕмĕрте язгулемсен шутĕнче интеллегентсем тухма пуçланă.




#Article 796: Яштупай (188 words)


Яштупай — XVII ĕмĕр вĕçĕнче пурăннă ятлă-сумлă чăваш. Вăл хальхи Муркаш районĕнчи Çатракасси ялне кĕрекен Очăкасси ятлă пайĕнче пурăннă.

Ку Степан Разин ертсе пынă вăрçă кĕрлесе иртнĕ тапхăр пулнă. Пин-пин чăваш паттăрĕ, çав шутра Пайтул та, Туйтимĕр те çак хаяр вăрçă кăвайтĕнче çуннă. Вуншар-вуншар чăваш ялĕ ним юлми пĕтнĕ…
Патшалăх пуçлăхĕсем ăнланнă: Атăлçи вырăс мар чĕлхеллĕ халăхсене мĕнле те пулин ирĕклĕх памаллах. Çав хушăрах вĕсене урăх енпе хĕсĕрлеме меслет тупас тесе шутланă. Чăвашсен çĕрĕсене православии  мăнаçтырĕсем турта-турта илме пуçланă. Çак тискер ĕçсене хирĕç вăрçăна Пихтан, Аптек, Мăрсайпа Терекен ятлă паттăрсем тухнă.
Мăнаçтырсене хирĕç саккун йĕркипех кĕрешнĕ маттур чăвашсем те пулнă. Вĕсенчен пĕри Яштупай ĕнтĕ.
Шупашкарти Троицки мăнастырь мăнахĕсем ним тума аптранипе Яштупай ямахачĕн Атăл çинчи Маслаотти утравне туртса илме пуçланă. Яштупай хăйĕн юлташĕсемпе вара çак çĕре сыхласа, 1689 çулта патша патне çыру çыраççĕ. Вара Хусантан Шупашкар вăйпучĕ Б.С.Львов патне 1689 çулхи çĕртме, 10 çырнă Хут (Грамота) килет. Унта çак Маслаотти утравĕ чăнах 1594-1595 çулсенче Очăкасси ялне пуçласа янă Очăк (Отучка) Ботакова тата унăн шăллĕне Пахтăш (Бахтышка) Дигильдиева (Полгильдиева) панине ĕнентерсе çырнă.Çак Хутра çырнине ĕнентерсе Артеми Волков алă пуснă. Вара çапла Яштупай хăйĕн аслашшĕсен çĕрне-пурлăхне ют çынсем енне юхтарман.




#Article 797: Йусеф кăссайĕ (282 words)


Йусеф кăссайĕ — авалхи пăлхар сăвăçĕ Кул Али çырнă кăссай-халап (сага, вырăсла — сказание, легенда). 

Э. Н. Наджип хăйĕн тĕпчевĕнче тĕрлĕ шухăш калать: «…по мнению авторов, поэма написана в одном из культурных центров Средней Азии, но не в Мавераннахре» Анчах «Йусеф кăссайĕ» поэма авалхи Атăлçи Пăлхар çĕрĕнче çуралман тесе те çирĕплетмест. Акă Ш. Марджанипе Б. Яфаров çырнисене илсе кăтартать вăл: «Татарские ученые Ш. Марджани и Б. Яфаров считали памятник булгарским, точнее камско-булгарским»
Çав хушăрах ăна тутар литературин палăкĕ тесе калама çуккине те çырать: «М. Хоутсма справедливо считает, что при определении языка памятника нельзя исходить из анализа языка памятника, сравнивая его с каким-либо современным живым языком, поскольку литературный  и разговорный языки сильно разнятся. Поэтому нельзя язык этого памятника отнести к татарскому, поскольку в тот период татарский язык не был в полной мере разработан как литературный»
Чăвашсен авалхи пурнăçне тĕпчекен Юхма Мишши çакна палăртать: «Паллах, 800 çул ытла каярах çырнă хайлав пирки хальхи саманара темĕн те çырма пулать ĕнтĕ. Авторăн тĕплĕ çырса хăварнă биографийĕ çуккипе усă курса ун çинчен халĕ тем те юмахлама та пулать. Вулакана эпĕ çакна шута хуртарасшăн:
а) ун чухне пăлхар литература чĕлхи пулман;
б) çавăн пекех нимĕнле тӳрк чĕлхи те литература чĕлхи пулса çирĕпленмен;
в) йышлă тӳрк чĕлхисем пĕр-пĕринчен уйрăлса кайса кашнийĕ хăй май аталанма та тытăнман. Çавăнпа пăлхар-чăваш (пăлхар йăхĕсен) чĕлхи те, çав тапхăрта сарăлнă огуз йăхĕсен чĕлхи те пĕр-пĕрне питĕ çывăх пулнă, пăлхар йăхĕсемпе огузсем пĕр-пĕринпе тăлмачсăрах калаçнă. X ĕмĕр те пурăннă атăлçи пăлхар патшин — Алмасăн — арăмĕ те огуз елик-пики пулнă. Ку вăл пăлхар йăхĕсем огуз йăхĕсемпе пĕр-пĕрне çывăх курнине калать. Çавăнпа Кул Алиçырнă «Йусеф кăссайĕ» поэмăра авалхи огуз чĕлхин элеменчĕсем пурри никама т а тĕлĕнтермелле мар. Хальхи чăваш чĕлхи вăл — авалхи хун-пăлхар-огуз чĕлхин тăсăмĕ» 




#Article 798: Вăтам Ази (188 words)


Вăтам Ази (кивĕ ячĕ — Туркестан):

Кăнтăрпа тухăçран Вăтам Азине тусем хупăрлаççĕ, çавăнпа Иранпа, Афганистанпа тата Китайпа çыхăнма йывăр пулать, ( Пакистанпа Инди патне тухма та çăмăл мар, Инди океанне те тухмалли çук).

Типĕ климатлă нумай территорине пушхирсем йышăнаççĕ. Нӳрĕксем туллă çĕрсенче çеç ӳкеççĕ. Тусенче юхакан шывĕсем Фергана улăхĕн, Выçлăх çеçенхирĕн çĕрĕсене шăварма çителĕклĕ, Каракум каналне тултараççĕ. Çав вăхăтрах шывпа хытă усă курни Арал тинĕсĕн шайне ӳкерсе пырать.

Вăтам Ази шывĕсем —  Арал тинĕсне юхса кĕрекен Амударьяпа Сырдарья тата Балхаш кӳллине анакан Или юханшывсем.

Кунти 5 патшалăхра пĕтĕмпе 58,5 млн çын пурăнать (2004).

Чылайăшĕ — тӳрк чĕлхиллĕ халăхсем — ӳспексем, казахсем, кăркăссем, туркменсем, каракалпаксем, уйгурсем, çавăн пекех куçса килнĕ хусан тутарсем, Сталин вăхăтĕнче тытса куçарнă крым тутарĕсем. Таджиксем иран чĕлхиллĕ ушкăна кĕреççĕ). Вырăссем те нумай. Çаплах нимĕçсем, корейсем, дунгансем пурăнаççĕ.

Тĕн енĕпе чылайăшĕ мусульмансем.

Шăрăх çанталăк тăнăран мамăк, пурçăн пуçтараççĕ, садпа пахча çимĕçĕсене çитĕнтереççĕ. Пушхирсенче сурăхсене, тĕвесене усраççĕ.

Çĕр айĕнчи управсем шутĕнче чи паллисем нефтьпе газ. Тĕслĕ металлсемпе те пуян.

Чукун çулсемпе Вăтам Ази патшалăхĕсем пĕр-пĕринпе тата Раççейпе çыхăнаççĕ. 

Каспи тинĕсĕ урлă, Амударья тата Сырдарья тăрăх (Казахстанра Иртышпа  Урал тăрăх пăрахутсем шăваççĕ.

Автотрассăсем хума та плансем хатĕрлесе хунă.




#Article 799: Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул (368 words)


Элĕкри И. Я. Яковлев ячĕллĕ вăтам шкул — Чăваш Енĕнчи Элĕк районĕн администраци центрĕнче — Элĕк чиркӳллĕ ялĕнче — вырнаçнă вăтам пĕлу паракан шкул.

Элĕкри вăтам шкула 1853 çулта уçнă. Элĕк вулăсĕн 34 ялĕсемшĕн (вулăсра 3917 арçын тата 3983 хĕрарăм пурăннă) ку вара патшалăхăн пĕртен-пĕр шкулĕ пулнă, патшалăх пурлăх министерстви шайĕнче шутланнă. 1854 — 1872 çулсенче çак училищĕн хăй çурчĕ те пулман, урокĕсене чиркӳ хурал çурчĕнче эрнере 2-3 хутчен пачăшкă вĕрентнĕ. 1872 çулта училищĕне Çутĕç Министерствин икĕ класслă училищине куçарнă. Çакăн хыççăн çеç пĕчĕк икĕ хутлă çурт туса лартнă. Шкулта тăватă вĕренӳ пӳлĕмĕ пулнă. Революци хыççăн çурчĕ çунса каять. 1888 çулхи авăн, 1 тĕлне: 1-мĕш классра 34 арçын ачапа 7 хĕрача, 2-мĕш классра 29 арçын ача вĕреннĕ. Пĕтĕмпе училищĕре 73 арçын ачапа 7 хĕрача, вĕсенчен вырăссем — 19 арçын ача, 2 хĕрача, чăвашсем — 54 арçын ачапа 5 хĕрача вĕреннĕ.

Çак вĕренекенсем шкула Етĕрне уесĕн темиçе вулăсĕсенчен (Элĕк, Устинь, Ассакасси; Тинсарин, Шăмат, Нурăс, Хучăш, Байсубак, Мало-Яуш) çӳренĕ. Çапла ĕнтĕ, иккĕ класслă училище 30-40 çухрăм радиус анлăш территорие пĕлӳ панă.

Архив хучĕсем тăрăх, Элĕк вулăсĕн 11 ялĕсенчен 1886 çулта шкулта 29  арçын ачапа 4 хĕрача вĕреннĕ — 529 хĕрарăм шутĕнчен 1 хĕрача, 27 арçын шутĕнчен -1 арçын ача çеç вĕреннĕ.

Элĕк вулăсĕн шкулĕнче И.Я.Яковлев шкул çурчĕ пĕчĕк пулнине, хушма çĕрĕ питĕ сахаллине палăртнă. Çавăнпа ĕнтĕ вăл çĕнĕ шкул тума хушать. Вулăс хресченĕсен пухăнăвĕнче шкул валли 0,5 га çĕр уйăрса параççĕ. Хресченсем хăйсен ирĕкĕпех çурт тума укçа пуçтараççĕ. Шкул çуртне тăвас вăхăта И.Я. Яковлев В.Н. Орлова, хастар та пултаруллă пулнăскерне, шкул ертӳçи пулма хушса лартнă. Ултă класслă шкулпа икĕ хутлă çуртпа учительсен флигельне 1898 çулта хута янă.

И.Я. Яковлев часах Элĕк шкулне килсе çӳренĕ, экзаменсене хутшăннă, меллĕ канашсем панă. Хăйпе пĕрле вăл В.И. Ленинăн ашшĕне - И.Н. Ульянова та илсе килнĕ. Çавăнпа ĕнтĕ халĕ Элĕкри вăтам шкул И.Я. Яковлев ятне мăнаçлă йăтса пырать. Революци хыççăн Элĕк училищи тĕрлĕ тĕслĕ шкул шайĕнче: аслă пуçламăш училищи, 2-мĕш ступеньлĕ шкул (1918-1921 çулсем), коллективизаци тапхăрĕнче Элĕкри сакăрçул шкулĕ колхоз çамрăкĕсен шкулĕ пулать. Шкул ертӳçи пулса ИВАНОВ И.И. (Урмай ялĕнчен) ĕçлет. Çак çулсенче Золотов А.И., Трофимов А.Т., Кузьмин Ф.К., Осипова А..И., Семенова А.Ф. тата ыттисем вăй хурса ачасене пĕлӳ панă. 1934 çулта ЭКÇШ-не вăтам шкул шайне кĕртеççĕ. Шкулта пĕлӳ пухнă çынсем Тăван çĕршывăн çĕрĕсенче ĕçлеççĕ.




#Article 800: Чĕре (243 words)


Чĕре — юна юн пăрăхĕсемпе чуптаракан фибрăллă-мышцăллă орган. 

Палеонтологи тĕпчевĕсем тăрăх, пĕрремĕш чĕре ансат çурăм шăммиллӗ (хордăллă) чĕрчунсенчен аталанма тытăнать. Çапах та пĕтĕмĕçлĕ орган пулса пулăсен шутлама йышăннă. Вĕсен чĕри икĕ пӳлмĕллĕ (камерăллă), клапан аппарачĕпе чĕре хутаçĕ аталанама тытăнаççĕ.
 
Тăватă пӳлмĕллĕ чĕре чи малтанах сĕтĕçекен чĕрчунсен — динозаврсен — аталанса пынă. Малалла çак чĕре диносавăрсен тӳрĕ тăхăмĕсенче — кайăксенче тата паянкунхи сĕтĕçекенсенче аталанса пырааççĕ.

Çĕр-шыв чĕрчунĕсемпе рептилисен юн çаврăнăшĕ халĕ икĕ ункăллă, вĕсен чĕри виçпӳлмĕллĕ (вĕсен чĕре умĕсене уйăракан чаракĕ те пулса çитет). Пĕртен-пĕр паллă чĕре аталанса çитеймен рептилĕ — крокодил, унăн чĕре умĕсене уйăракан чаракĕсем пĕтĕмпех уйăрса хураймаççĕ.

Çурăм шăммиллӗ чĕрчунĕсен пурин те чĕре шутне чĕре хутаççипе (перикард) клапан аппарачĕ кĕреççĕ. Моллюскă чĕринче те клапăнсем пур, анчах та перикарчĕсем çук.

кăпшанкăсемсемпе сыпӑллӑ ураллисен чĕрисене юн куçаракан органĕсем теççĕ. Çурăм шăммиллисен чĕри — пушмаксăр. Молюскăсен, членистоногисен тата кăпшанкăсен чĕрисен шучĕ темиçе те пулма пултарать.

Хуртсен чĕре палăртăвне кăтартмаççĕ.

Сĕтĕçекен чĕрчунсен, кайăксен чĕри тăватă пӳлмĕллĕ (камерăллă). Юн юхăмĕн енĕпе чĕрене çапла палăртаççĕ: сылтăм чĕре умĕ,сылтăм чĕре хырăмĕ, сулахай чĕре умĕпе сулахай чĕре хырамĕ. Чĕре умĕсемпе чĕре хырăмĕсем хушшинче фибрă-мышцăллă клапансем — сылтăмра — трикуспидаллă, сулахайра — митраллă пулаççĕ.

Чĕре хырăмĕсенчен тыхнă çĕртре çыхăнтаракан тĕртлĕ клапансем (ӳпке клапанĕ — сылтăм енче, аортă клапанĕ — сулахай енче) вырнаçнă.

Чĕрен çӳлти тымарĕсем витĕр юн сылтăм чĕреумне юхса кĕрет, хыççăн сылтăм чĕре хырăмне куçать, кайран пĕчĕк юн ункă çаврăнăшăвĕпе ӳпкесем витĕр вĕсене йӳçлĕк парса хăварса, сулахай чĕреумне çитет, сулахай чĕре хырăмне кĕрет, органисăмăн тĕп артерине - аортăна çитет.




#Article 801: Ӳпке (195 words)


Ӳпке (pulmo, pneumon) — çыннăн, пур сĕтĕмекен чĕрчунсен, кайăксен, рептилсен, чылай çĕр-шыв чĕрчунĕсен тата хăш-пĕр пулăсен (икĕ мелпе сывлакансен, алăпӳрнеллĕ тата нумайпӳрнеллĕ чĕрчунсен) сывлăшпа сывламалли хатĕр (орган) пулать, пур чухне те тенĕ пекех ӳпке йĕкĕр орган шутланать.

Ӳпкесем тесе хăшпĕр çурăмшăммисĕр чĕрчунĕсен ( моллюскăсем, Голотурисем) сывлăшпа сывламалли хатĕрĕсене те кăтартаççĕ.

Ӳпкеллĕ пулăсен, типĕ сывлăшпа сывламалли хатĕрсемпе пĕрлех, шыври сывлăшпа сывламалли йĕкĕр суха пур.
Çĕр-шыв чĕрчунĕсен, рептилĕсен тата кайăксен ӳпкисем кĕлетке ăшĕнче, кăкăр уйрăмĕнче, сĕтпе ӳсекенсен тата çыннăн — кăкăрăн ятарлă ăшĕнче, хырăм пушăлăхĕнчен кăкăр-хырăмăн чаракĕпе уйрăлса вырнаçнă.

Чылай сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпки мăшăрлă, сылтăм ӳпке чĕрĕкĕсен шучĕ яланах нумай (6 чĕрĕк таран) , сылтамминче 3 чĕрĕк. Ӳпкен кĕлетки тĕпĕ бронхăсем шутланаççĕ. Сĕтĕмекен чĕрчунсен ӳпкисенче тĕп бронхи (сывлама пыртан пуçланать) иккĕмĕшлĕ бронхăсене пайланать, кусем вара татах пĕчĕкрех, 3-мĕш тата 4-мĕш шайлă бронхăсене саланаççĕ, сывламалли бронхиолсене куçаççĕ; çак бронхиолĕсем хăйсем альвеолярлă бронхиолсене куçаççĕ, кайран вĕсем альвеолсене анлăланаççĕ.

Çын ӳпки — сывламалли орган. Ӳпке кăкăр ăшĕнче, чĕре çумне сылтăпа сулахай енчен вырнаçнă. Вĕсем çурма конус евĕрлĕ, тĕпĕнче диафрагма, çӳллĕшĕ йĕтес шăмминчен 1-3 см çӳллĕрех. Сылтăм ӳпке 3 чĕрĕкрен, сулахай ӳпки 2 чĕрĕкрен тăрать. Ӳпке ӳпке хутаççипе витĕннĕ, вăл ӳпке хутаççин çурхахĕнче выртать. Ӳпке кĕлетки бронхисем — туратлă йывăç евĕрлĕ.




#Article 802: Йăртта (148 words)


Йăртта (σπερμα — вăрă), эякулят (эйякулят) —шĕвек (тĕтреллĕ (мутная), вязкая, опалесцирующая, шурă-серый тĕслĕ), ар-ама хушăнăвĕнче арçыннăн (чĕрчун аçи) ар хатĕрĕнче пулса юхса тухакан шĕвек. Ун шутне вăрă шĕвекĕпе сперматозоидсем кĕреççĕ.

Йăртта чăмăртанасси чĕрчунсен ар(аçа) пулса çитес тапхăрĕнче пуçланать, хăйĕн хăватлăхне (максимумне) вара тĕреклĕ çулсенче хăпарать те ватăлăх еннелле сӳнсе пырать.

Тĕрлĕ чĕрчунсен аçа-ама хушăнăвĕнче тухакан йăрттин виçи:

Йăрттан вăрăлантарас хăвачĕ сперматозоидсен шутĕнчен те, пахинчен те килет. Сперматозоидсен шучĕ чĕрчунсен пĕр пек мар (такан 30 % май, вăкăрăн 14 % яхăн, сысна аçин, ăйăрăн 7—8 %), тата вăл чĕрчунсен пурнăç условий килет. Çурăмшăммисĕр чĕррисен чылайăшĕн тата хăшпĕр çурăмшăммиллĕ чĕрчунсен (пулăсен, çĕр-шыв чĕрчунĕсен, рептилĕсен, нумай кайăксен тата сĕт ĕмекенсен) çул хушшинчи тапхăрлăх курăнать.

Тепĕр чухне шăмшакăн (организмăн) патологиллĕ пулăмĕсенче йăртта сперматозоидсемсĕр те (азоосперми), е сахал виçеллĕ (олигосперми) пулать , хусканманни-тапранманни (некросперми) те, е шайсăр-виçесĕр сперматозоидсем те (тератосперми) тĕл пулаççĕ.

Эякуляци чухне çынннăн йăртти 40 — 70 км/сех. хăвăртлăхпа пĕрхĕнсе тухать.




#Article 803: Ян Сибелиус (145 words)


Ян Сибелиус, — финн кĕвĕçи. 1865 çулхи раштавăн 8-мĕшĕнче Финляндири Хяменлиннта çуралнă. 1957 çулхи авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче Ярвенпяя хулинче вилнĕ.

Кристиан Густав Сибелиуспа Мария Шарлотта Борг кил-йышĕнче вăл вăтам ачи пулнă. Çемье шведла пурăннă пулсан та Яна финнсен вăтам шкулне вĕренме янă. 1885 çулта вăл Хельсинкинчи Импери университетне пĕлӳ пухма кĕнĕ. Анчах та юрист пуласси ăна килĕшмен пирки вăл часах ку университета Музика институчĕ çине улăштарнă. Институтра вара Мартин Вегелиусăн чи лайăх вĕренекенĕ пулса тăнă. 1889 çулта ăна патшалăх шучĕпе Берлина, А. Беккер патне вĕренме янă. Малаллахи çулсенче вăл Венăра К.Гольдмаркпа Р.Фукс урокĕсене итленĕ.

Финляндине таврăннă хыççăн ăна кĕвĕçĕсем шутне кĕртнĕ. Вăл килнĕ вăхăтра çĕршывра наци юхăмĕ çĕкленме пуçланă май ăна тӳрех халăх шанчăкĕ теме пуçланă. Часах вăл Айно Ярнефельтăна качча илнĕ, унăн ашшĕ наци юхăмĕн ертӳçи, генерал-кĕпернаттăр пулнă.

Пурăннă çулĕсенчех ун ячĕпе тĕрлĕ парсен, урамсен ячĕсене панă. 1939 çулта музика институчĕ ун ятне илнĕ.




#Article 804: Сула (464 words)


Сула — чи пысăк лимфа органĕ. Вăл лаптакланнă çаврашка евĕрлĕ, пар евĕрлĕскер, вар-хырăмăн сулахай çӳл енче, хырăмăн хыçĕнче вырнаçнă. Сула чĕрчуннăн чи кирлĕ органĕ шутланмасть, çуралнă чух пулмасан та, е хирурги енĕпе ăна касса кăларсан та органисăм хăйĕн вăйне те, аталанăвне те çухатмасть. 

Вăл диафрагмăпа, хырăмлăх парĕпе, мăн пыршăпа сулахай пӳре çумĕнчех.

Варти пепке аталанăвĕн малтанхи стадисенче сула ют тăвакан органсенчен пĕрри шутланать. Тăххăрмĕш уйăх патнелле варта аталаннă чухне эритроцитсене, çаплах лейкоцитсене тăвас функцие гранулоцитарного ряда берет на себя шăмă мими, сула çакăнтанпа лимфоцитсене тата моноцитсене тăвать. Юнăн хăшпĕр чирĕсенче, çапах та, сулара каллех юн тăваканнисем чĕрĕлеççĕ, хăшпĕр сĕт ĕмекенсен вăл юн тăвакан орган ĕçне пурнăç тăршшипех туса пырать. 

Çитĕннĕ çын суллин темиçе функци те пур. Ретикул-ендотелиал системи пайĕ пулнипе вăл пĕтнĕ юн клеткисене тата тромбоцитсене фагоцитилет (аркатать), çаплах гемоглобинран билирубин тата гемосидерин тăвать. Гемоглобинăн парĕ пур, сула – организм парĕсен чи пуян усравĕ. Лимфа евĕр орган рулнипе сула лимфоцитсене куçаракан пĕрремĕш çăлкуçĕ пулать, уйрăмах яш-çамрăк çулĕсенче. Унсăр пуçне вăл бактерисен, ахаллисен тата ют пĕрчĕсен фильтрĕ пек ĕçлет, çаплах  антикĕлеткесене тăвать; суласăр çынсене, уйрăмах пĕчĕк ачасене, питĕ хăвăрт нумай бактери инфекцисем ереççĕ. Юлашкинчен, сула юн çаврăнăш органĕ те пулать, вăл эритроцит резервуарĕ шутланать, питĕ кирлĕ чухне эритроцитсем юн юххине тухаççĕ.

Сула тем тĕрлĕ тĕртĕмрен тытăнса тăрать. Эмбрионра чухне вăл вăтам тĕвĕ çулçинчен – мезодермăран аталанса пырать. Малтанхи темиçе мезенхима клеткисем сулара пурнăç тăршшипех юлаççĕ, ыттисем вара лимфă евĕрлĕ тата ретикул-ендотел клеткисене куçаççĕ. Сула пульпи (çемçи) ытларах юлашкисенчен тăрать, лимфă евĕрлĕ клеткăсем лимфă евĕрлĕ ушкăнсене пĕрлешеççĕ. Сула витĕр чылай юн чупать, хăй вăл тĕксĕм хăмăр. Унсăр пуçне, вăл хырăмăн серозлă витлĕхĕ çумне тачă эластикăллă-фибрăллă капсулăпа тата яка мышцăллă пайрăмĕсемпе витĕннĕ. Капсула вара сула кĕлеткин ăшнелле чĕрĕксене уйăракан трабекулăсемпе кĕрсе каять.

Сула витĕр юна каялла çаврăнса илсе килекен венă системипе (вăл вар-хырăм пыршин тракчĕнчен  пĕвер патне çимĕçпе пуянланнă юна илсе пырать) пысăк юн унки çаврăнăшăвĕпе çуммăнах çыхăннă.

Гален сулана «вăрттăнлăхлă» орган тенĕ. Паллă, авалхи грексемпе  римлянсем ăмăртса чупакан çынсен хăвăртлăхне хăпартас шутпа суллине касса кăларнă. Сула функцийĕсене тĕплĕн тĕпчесе пĕтермен. Чылай вăхăт хушши ăна эндокринлă железа тенĕ.
 
Сула секреторлă ĕссене хутшăнни пирки тĕрĕс тĕплĕ тĕпчевсем çук, çавăнпа çак теорие пăрахăçлама тиврĕ, çапах та ăна юлашки вăхăтра каллех сӳтсе-явма тытăнчĕç.

Халĕ тĕпчевсем сула пуç мимин гормонĕсене йĕркелесе ĕçлеттерет теççĕ.

Çитĕннĕ çын суллин темиçе функци.

Пĕрремĕш хут сулана чирсем сайра аматаççĕ, анчах та иккĕмĕш хут вара амаксем часах тапăнаççĕ. 
Сула инфаркчĕ – часах пулакан япала, анчах та инфаркт пĕчĕк вырăна çеç çапать. Инфаркт сăлтавĕсем – лейкоз тата хăшпĕр инфекцисем.

Сулан урисем явăнса кайсан (заворот), унăн юн çаврăнăшĕ пăсăлать, вара ăна  хирурги енĕпе сиплеççĕ.

Çуралнă чухнех сула çукки те пур. Çаплах ĕнтĕ унăн пысăккăшĕ, виçи те, форми те, строении, тĕрлĕ пулма пултарать, тĕслĕхрен, хушма чĕрĕкĕсем. Сахал мар хушма суласем те пулаççĕ. Сулана тытса тăракан çыхăсем начаррипе вăл хырăм тăрăх куçма пултарать; хĕрарăмсен çак куçса çӳрекен сула часрах тĕл пулать.




#Article 805: Канада (138 words)


Канада (акăлч. Canada [‘kʰænədə], франц. Canada [kanada]) —Çурçĕр Америкăри патшалăх, территории шучĕпе тĕнчере иккĕмĕш (Раççей хыççăн) вырăнта шутланать.

Çĕрĕсем Атлантика, Лăпкă тата Çурçĕр Пăрлă океан шывĕсем çине тухаççĕ, кăнтăрпа çурçĕр-анăçра АПШ-па чикĕ тытать.

Парламентлă система, федераллă конституциллĕ монархи.

Канада икĕ чĕлхеллĕ тĕрлĕ культурăллă çĕршыв, акăлчан тата франци чĕлхисем официаллă статусне федераци шайĕнче çирĕплетнĕ. Технологи енчен аталаннă Канадăна нумай отраслĕллĕ экономикă никĕслет. Çутçанталăкĕн управĕсемпе пуян çĕршыв сутă-илӳпе хăйĕн хăватне хăпартать, АПШ-па тачă çыхăну тытать.
Канада паянкун франци чĕлхиллĕ Квебек тата акăлчан чĕлхиллĕ 9 провинцисенчен («акăлчанлă Канада») тытăнса тăрать. Акăлчан чĕлхиллĕ провинцисем хушшинче тухăçри Нью-Брансуик çеç пĕртен-пĕр официаллă икĕ чĕлхеллĕ провинци шутланать.

 

Канада британи виçĕ колонийĕсен пĕрлĕхĕнчен пуçланса кайнă (Çĕнĕ Франци тапхăрĕнче вĕсем франци колонийĕсем пулнă). Çак конфедераци шутне ун чухне 10 провинципе 3 территори кĕнĕ. Канада хăйĕн ирĕклĕхне Пĕрлешĕннĕ Патшалăхран 1867 — 1982 çулсем хушшинче лăпкă калаçса çĕнтерсе илнĕ.




#Article 806: Пăлхарсем (164 words)


Пăлхарсем (, , , , , , балк. Малкъар.) — тĕрĕк йăхĕсем, вĕсем IV ĕмĕрте Çурçĕр Хура тинĕс çумĕнчен Каспие тата Çурçĕр Кавказа таран çĕрсене йышăннă, VII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче пĕр пайĕ Тăнай тăрăхне куçса кайнă, каярах ытти пайĕсем Вăтам Атăлçине, Паннонине, Италие çитнĕ.

Хальхи халăхсен — балкарсем, пушкăртсем, полхарсем, карачайсем, македонсем, тутарсем тата чăвашсем —этногенезне хутшăннă.

Тăнай полхарĕсем хăйсен славян тата фраки йăхĕсемпе пĕрле туса хунă патшалăхне авалхи ламтайĕсен ятнех — Пăлхари - хăварнă.

Халĕ историографире протопăлхарсем, прапăлхарсем, авалхи пăлхарсем терминсем тĕл пулаççĕ.

Атăлçи пăлхарĕсем кăтăркăр йăхĕсенчи протопăлхарсем е прапăлхарсем шутланнă, вĕсем урăх халăхсемпе хушăнман, çĕнĕ этноса куçман. Брокгаузпа Ефрон пĕчĕк энциклопеди сăмахсарĕ булгарсем е болгарсем тесе çырса тĕрĕс мар палăртать. Паянкунхи булгар халахĕ протопăлхарсем балкан славянĕсемпе, фракисемпе хушăнса кайнă хыççăн пулса тăнă.

Авалхи тата Вăтам ĕмĕрсенче «пăлхар» тесе прапăлхар (протопăлхар) халăхĕ пирки каланă. Ăна X ĕмĕрте уйăрас шутпа усă курма тытăннă.

Тепĕр ушкăнĕ çеç аслашшĕсен авал тĕнне тытса пынă. Вĕсем хальхи чăвашсем пулаççĕ.

СЛОВЕНЕ = СЛАВЯНЬI: САМОЙ БОЛЬШОЙ ФАЛЬШИФИКАЦИЕЙ В БОЛГАРСКОЙ ИСТОРИИ!]




#Article 807: Хаклă хут (167 words)


Хаклă хут — юридициллĕ палăрту хучĕ, 

Экономика категорийĕпе хаклă хут тĕрлĕ ресурсăсем çине права парать, вăл хăйĕн никĕсĕнчен уйрăлса тепĕр материаллă формине (тĕслĕхрен, хут сертификачĕ, шутлав çырăвĕсем тата урăх çавăн пеккисем çине те) куçать. Хаклă хута çак тĕп паллисем кăтартаççĕ:

Саккунпа е палăртса хунă йĕркепе ятарлă лицензи илнĕ хăйĕн прависене пурнăçлама пултарать, çирĕплетекен ятлă е ятарлă хаклă хута, çав шутра документсăр формăллă ( электронлă-шутлав техники пулăшăвĕпе, тĕслĕхрен) сутма пултарать.

Паянкунхи тĕнче практике хаклă хутсем икĕ пысăк класа уйрăлаççĕ:

Тĕп хаклă хутсем: вĕсем мĕнле те пулин активăн (сутă-илӳ япалин, укçан, капиталăн, пурлăхăн, тĕрлĕ тĕслĕ ресурсăсен тата ытти пурлăх-хаклăхсен те) пурлăх прависене саккунлă (йĕркеллĕ) никĕслесе параççĕ. Тĕп хаклă хутсем хăйсем те икĕ ушкăна вакланаççĕ: малтанхи тата кĕçĕн хаклă хутсем.

Хаклă хутран туса кăларнăскер е дериватив —документсăр формăллă пурлăхлăх прависене (тивĕçлĕхсене) кăтартакан хаклă хут. Унăн хакĕ биржăри сутă-илĕве хутшăнакан хăйĕн тĕп актив хакĕнчен килет.

Хаклă хутран туса кăларнă хутсем шутне фьючерс контракчĕсем (япала, валютă, процентлă, индекслă) тата ирĕклĕ çаврăнса çӳрекен опционсем кĕреççĕ.

Раççей саккун йĕркисем тăрăх хаклă хутсем шутне кĕрекеннисем:




#Article 808: Калинух Кĕркурийĕ (387 words)


Калинух Кĕркурийĕ, — «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юрă сăввин авторĕ, сăвăç. 1903 çулта Тутарстанăн Аксу районĕнчи Саврăшпуç ялĕнче çуралнă. 1942 çулта вăрçăра хыпарсăр çухалнă.

Чухăн хресчен çемййнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ тăватă ача çуратнă — Павел, Мĕтри, Кĕркури, Таттюк. Ачаллах амăшĕсĕр тăрса юлнă. Акă епле аса илет вĕсен пӳртне Михаил Сэниель: Алăкĕ — хăлтăр-халтăр. Хăлăпĕ — паяв. Шалта — тур кĕтессинче — пысăк кивĕ сĕтел, саксем. Алăк патĕнчĕ — кутник сакки. Кăмаки умĕнче — лаххан. Пĕчĕк шкап пĕккинче — пĕр-ик тимĕр чашăк, крушкă, йывăç кашăк. Урайĕнче, кĕтесре — витрепе чукун. Кăмаки айккинче — хуран. Унта, айне шанкă чĕртсе, старик хăй валли çĕр улми е кĕрпе пăтти, хăш чух яшка пĕçерет, качаки валли — улма хуппи.

Вунă çула çитсен, хăйĕн вунпиллĕкри Мĕтри пиччĕшпе тĕнче тăрăх телей шырама тухса кайнă. Шавлă Пермь хулинче Кĕркури тупăксем туса сутакан хуçа лавккинче «хăма çыпăçтаракан» пулса ĕçленĕ. Кунта нумай ĕçлемен, Мотовилихăри тупă савутĕнче «чăтма çук вĕри кăмака умĕнче, çĕр кăмрăкĕ пăрахакан» вырăнне ĕçлеме куçнă. Иккĕ çул иртсен вăрçăран аслă пиччĕшĕ Павăл тарса килет те тĕрлĕ çĕре саланнă кил-йыша пухма пуçлать. 

Октябрь революцийĕ хыççăн вĕсен пурнăçĕ лайăхланать, анчах та 1921 çулта тип шăрăх килсе çитет, выçлăх пуçланать. Каври çемйин каллех саланмалла пулса тухать: хальхинче Пермĕлле Павăлпа Таттюк çул тытаççĕ, Мĕтрипе Кĕркури Çĕпĕре, Семипалатинска тухса каяççĕ. Тепĕр çул тырă ăнса пулать, кил-йыш каллех тăван вырăна пуçтарăнать.

Кĕркури ял активĕ пулăшнипе клуб уçать, каç-каç вĕренме те вăхăт тупать. Клубĕнче спектакльсем, концертсем лартаççĕ, тĕне хирĕçле тата пурнăçри ытти ыйтупа калаçусем ирттереççĕ. 

Ку вăхăтра вăл ялти Синдимиров Илтирек пуянăн тин çеç çитĕнсе çитнĕ Минсăлу хĕре юратса пăрахнă. Анчах та Минсăлу пачах та урăххине юратнине пула унăн ĕмĕчĕ пурнăçланмасть. Минсăлу Сахара качча тухать, Кĕркурин вара асапланмалли çеç юлать. Чунĕ кӳтнипе вăл юрă хайлать. Çак юрă вара пĕтĕм чăваш çĕрне хăвăрт сарăлать, «халăх юрри» пулса тăрать.

Каярахпа Кĕркури Саппушник Энтрийен Мархва ятлă хĕрне качча илнĕ, пĕрле виçĕ ача çуратнă.

Вăрçа кайиччен Аксура кĕнеке суту-илĕвĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Çав вăхăтра чăвашла тухса тăнă «Сунтал», «Капкăн (журнал)|Капкан» журналсене, «Канаш (хаçат)|Канаш» хаçата Саврăшпуç тăрăхĕнче нумай-нумай килте çырăнса илнĕ. Çапла пултăр тесе Кĕркури ырми-канми тăрăшнă.

Кĕркури сăвăç кăна мар, драматург та пулнă. Сăвăсем пуçсăр вăл «Трактор» ятлă лирикăллă комеди, «Минсăлу» тата «Силемпи» драмăсем, темиçе калав çырнă. «Тракторне» Саврăшпуç шкулĕнче 1934 çулхи хĕлле çамрăксем питĕ хавхаланса, ăста выляса панă. Çамрăк тракториста юратакан хĕр рольне Андреева Анна Егоровна вылянă. Андреева Анна вара «Вăрман айĕнче, Саврăшпуçĕнче» юрăна сараканĕ пулса тухать.




#Article 809: Вăрçă (232 words)


Вăрçă — политика пĕрлĕхĕсен (патшалăхсем, йăхсем, политика ушкăнĕсем тата ыттисем те) хушшинче тухнă хĕç-пăшаллă хирĕçӳ. Карл Клаузевиц çырнă тăрăх, вăрçă вăл урăх мелсем çине куçнă политика çеç. Вăрçă вăхăтĕнче хĕç-пăшалпа кăна мар, çавăн пекех экономика, дипломати, тата ытти мелсемпе те усă кураççĕ.

Вăрçăсем пуçланса кайнин тĕп сăлтавĕ — политикă ушкăнĕсем хăйсен тулашĕнчи тата шалти пулăмĕсене пурнăçа кĕртес шутпа хĕç-пăшаллă вăйĕсемпе усă курни.

Тепĕр енчен, европа обществисем, XX ĕмĕрте çав тери аркатуллă вăрçăсем алхаснă хыççăн, лăпкăлăхра пурăнма тăрăшаççĕ. Вĕсем темле улшăнусенчен питĕ хăраса пурăнаççĕ. Çакна совет обществинче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçленнĕ хыççăн «Вăрçă çеç ан пултăр» идеологема питĕ уçăмлă кăтартать.

XIX ĕмĕрте çарсене халăха вăрçма мобилизацилеме ксенофоби сĕмĕпе усă кураççĕ.

Ӳкĕтленӳ (пропагандă) енĕпе вăрçăсене икĕ ушкăна пайлаççĕ:

Вăрçăна сарални шайĕпе вырăнти тата тĕнче хирĕçĕвĕсем пулаççĕ.

Вăрçă пуçланса кайсан — вăрçакан çĕршывсем хушшинчи дипломатии ĕçĕсемпе урăх хутшăнусем чарăнса лараççĕ, вĕсем хушшинчи килĕшӳ хучĕсем тата ытти çыхăнусем хăйсен паллине çухатаççĕ. Çаплах, тĕслĕхрен, 1904—1905 çулсенчи Вырăс-япун вăрçи пуçлансан Раççейпе Япони хушшинчи XIX ĕмĕрте хучĕ Сахалинпа Курил утравĕсем çинчен çирĕплетсе çырнă килĕшӳ хучĕсем хăйĕн вăйне çухатнă пулаççĕ.

XIX ĕмĕрчен вăрçăсен экономика никĕсĕ ансăр пулнă, вара вĕсенче сахал çынлă çарсем çеç хутшăннă. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурпайĕнче, уйрăмах XX ĕмĕртенпе вăрçă экономики çапăçакан енсен хăватне чылай туртать, хăйĕн тамăк кустарми çине нумай миллион халăх-çынна туртса кĕртме тытăнать. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине 70 млн. ытла çын хутшăннă, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче — 110 млн.

Этемлĕх кун-çулĕнче вăрçăсем пирки пĕр тĕслĕ сӳтĕ-яву çук.




#Article 810: Бургунди вăрçисем (328 words)


Бургунди вăрçисем, — 1474-1477 çулсенче Бургунди герцоглăхĕ тата Франципе Швейцари пĕрлешĕвĕ хушшинче иртнĕ вăрçă. Ку вăрçă Хастар Карл Бургунди герцогĕшĕн ăнăçлă иртмен, 1477 çулта вара Нанси патĕнчи çапăçура вăл вилсен вĕçленнĕ. Бургундине вара Франци патшипе Габсбургcем пĕр-пĕрин хушшинче пайланă, Швейцари хăйĕн пăхăнманлăхне çирĕплетнĕ. 

XIV ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринчен пуçласа XV ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурпайĕ таран Бургунди герцогĕсем тĕрлĕ пĕрлешӳсем туса, çар харçисене ирттерсе çĕрсене пысăклатнă. XV ĕмер варри тĕлне Бургунди шутне Франш Конте, Ретель, Люксембург, Нивернэ, Фландри, Геннегау, Брабант, Лимбург, Голланди тата Зеланди кĕнĕ. Çапла вара экономикăпа çар вăйĕ тăрăх вĕсем Францине пăхăннă пулин те унпа тупăшма пултарнă. Çĕрçул вӑрҫи вăхăтĕнче вĕсем акăлчансене пулăшнă, вăл вӑрçă вĕçленсен вара Францине кĕрекен хăш-пĕр çĕрсене хăйсем çумне хушнă. Вăл çĕрсем шутне Пикардине кĕрекен пуян хуласем те кĕнĕ. Бургунди герцоглăхĕн çĕрĕсем хушшинче Франци çĕрĕсем пулни пысăк чăрмав пулнă. Бургунди пуçлăхĕсем уйрăмах Эльзаспа Лотарингине хăйсен çĕрĕ çумне пĕрлештересшĕн пулнă.

Франци патшисене Бургунди çĕрĕсем сарăлни пĕрре те килĕшмен. Енчен те Çĕр çулхи вăрçă вăхăтĕнче акăлчансемпе çапăçни чăрмантарнă пулсан вăл вĕçленнĕ хыççăн пăхăнса тăракан Бургундине алла тытмашкăн чăрмавсем пулман. VII Карл астул çинче ларнă вăхăтрах французсем Бургундине каялла тавăрмалли ĕçсене пуçланă. Унăн ывăлĕн, XI Людовикăн, малтан Бургундипе Бретони герцогĕсем пуçланă граждан вăрçине тӳсме тивнĕ, анчах вăл ку хирĕçӳре дипломати мелĕсемпе усă курса çĕнтерӳçе тухнă. Çапла хăйĕн вăйне пысăклатса вăл Бургундие хирĕç вăрçă пуçлать. Хăйĕн енне вăл Габсбургсен йăхне тата Швейцари пĕрлешĕвне çавăрать. Габсбурсем те Швейцари патшалăхĕ те Бургунди вĕсен çĕрĕсене туртса иллесинчен хăранă.

Бургунди çапах та парăнма шутламан, çĕнĕ çар пухнă. Швейцарсем вĕсене Морат патĕнчи çапăçура каллех çапса аркатнă.

Хастар Карл вилнипе бургундсен йăхĕ татăлнă. Хăйĕн хыççăн вăл Марийăна çеç хăварнă. Мария III Фридрихăн ывăлĕн, Максимилиан Габсбургăн, мăшăрĕ пулнă. Франципе габсбургсем Бургунди çĕрĕсем пирки хирĕçме пуçланă. 1482 çулта Арас килĕшĕвне алă пуснă. Унпа килĕшӳллĕ Габсбург Нидерландсемпе Люксембурга, Франци Бургундине, Франш Контене тата Пикардине илнĕ. 

Бургунди саланни Францине хăйĕн патшалăхне пуçтарма тата влаçне пысăклатма май панă. Австри вăйĕ те çĕнĕ çĕрсене илнĕрен пысăкланнă. Çак çĕнтерӳсене кура Швейцари çарĕсен хисепĕ вăйлă ӳснĕ. Швейцари çарĕ çĕнтерейми çарсем хушшине кĕме пуçланă.




#Article 811: Уйгур чĕлхи (127 words)


Уйгур чĕлхи, — уйгурсен чĕлхи, тĕрĕк чĕлхисем шутне кĕрет. Узбек чĕлхипе пĕрле карлук ушкăнне кĕрет. 

Ку чĕлхепе Китайра, Казахстанра, Узбекистанра, Кăркăстанра тата Туркменистанра калаçаççĕ. Уйгурсен пĕчĕк ушкăнĕсем Афганистанра, Сауд Аравийĕнче тата Турцире пурăнаççĕ.

VIII ĕмĕрте темиçе йăха пĕрлештерсе уйгурсем Тĕп Азире пысăк патшалăх йĕркеленĕ. Ку вăхăтра вĕсем çыруллăх та йĕркеленĕ. Çак çыруллăха вĕсем сăкăтсенчен илнĕ пулас.

Хальхи вăхăтччен уйгур çыруллăхĕн чылай палăкĕсем сыхланса юлнă. Юсуф Хас-Хаджибăн 1070 çулхи «Кутадгу билиг» (Телейлĕ пĕлӳ) уйрăмах кăткăслă. Каярах уйгур чĕлхине чагатай чĕлхи хĕсме пуçланă.

Хальхи уйгур чĕлхи XVII ĕмĕрте çурала пуçланă. Уйгур чĕлхин халĕ икĕ тĕсĕ пур: тухăç-туркестанри (арап çырулăхĕ çинче никĕсленет, 1965-1982 çулсенче латтин алфавитне усă курнă) тата тĕп-азири. Тĕп азири тĕсĕ малтан 1930 çулччен арап çырулăхĕпе, каярахпа латиница çине (1930—1946) куçнă: 

Вĕсене пĕтĕмлетекен тĕпĕ шутĕнче тĕп диалект шутланать.




#Article 812: Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ (115 words)


Чăваш Сурăм ял тăрăхĕ — Чăваш Енĕн Элĕк районĕн администрациллĕ пайĕ.

Ял тăрăхĕнче 1758 çын (2006) пурăнать. Администрацийĕ Чăваш Сурăм чиркӳллĕ ялĕнче вырнаçнă. Район тĕпне çитме 12 çухрăм.

Чăваш Сурăм ял тăрăхне Чăваш Сурăм чиркӳллĕ ял, Антоновка выççăлки, Мăн Шĕвĕш, Тури Юлăш, Тури Хурасан, Какаç, Мартынкасси, Анатри Юлăш, Анатри Хурасан, Анатри Шĕвĕш, Шапкин, Шор Шетмĕ, Шор-Пайраш, Шуркасси, Энехмет, Янăш) ялсем кĕреççĕ.

Чылайрахăшĕпе вăрман тăприллĕ сăрă çĕр, вĕсем районăн 85% таран территорине йышăнаççĕ. Халĕ пур çĕре тенĕ пекех сухаласа усă кураççĕ.

Ял тăрăхĕнче климат вăтам континентлă. Хĕлле сивĕ, çилсем вĕреççĕ, çуллв ăшă. Хĕллехи вăтам температура — -12,9 °C тан, çуллахи — +18,3 °C. Палăртса юлнă чи сивĕ  температура — -44 °C, чи ăшши — +37 °C.




#Article 813: Кастамону (129 words)


Кастамону (турккăла: Kastamonu, грекле: Κασταμόνου) Турцири Кастамону илĕн тĕпхули. Хулара 103 340 çын пурăнать (2000). Лаптăкĕ 1482 тăваткăл çухрăм. Илĕн кăнтăрĕнче вырнаçнă. Мэрĕ Турхан Тончуоглу.

Кастамону пирĕн эрăнчченхи 18 ĕмĕренче никĕсленĕ. Рим империйĕнчи вăхăтра ăна Тимонион та тенĕ.

Кастамону хулинче çулсеренех Тĕрĕк Тĕнчин кунĕсем иртеççĕ. Унта черетлесе тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен представителĕсене чĕнеççĕ. 

ХI Тĕрĕк Тĕнчин Кунĕсем Кастамону хулин тĕп лапамĕнче уçăлнă. Ют çĕр-шывсенчен килнĕ делегацисенчен чи малтан Илле Иванова сăмах пачĕç. Вăл турккă чĕлхипе чăваш халăхĕ, Чăваш Ен çинчен каласа панă, чăваш фольклорисчĕсем хăйсен ăсталăхне кăтартнă. 

Тепĕр кунне Тĕрĕк Тĕнчине аталантарас ыйтусемпе симпозиум иртрĕ. Унта Турцин патшалăх деятелĕсемпе, паллă ăсчахĕсемпе пĕрле ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тĕрĕк Тĕнчин Абдулхак Хамид Тархан ячĕллĕ поэзи премийĕн лауреачĕ Илле Иванов сăмах каланă. 

Каçхине чăваш фольклор ансамблĕ Кастамону хулин тĕп паркĕнче гала-концерта хутшăнчĕ.




#Article 814: Çыранçи Чаллă (247 words)


Чаллă (Чаллă Çыр, Чуллă Çыр), — Тутарстанри хула.

Авалхи Чаллăна хальхи Маматăш патĕнче никĕсленĕ. 

Çак хулана тутар-монголсем 1236 çулта  çĕмĕрсе тăкнă пулас. Çапах та вăл хыççăнах питĕ хăвăрт ура çине тăнă.

Тутар–монголсем тапăнса килсен Атăлçи Пăлхар иккĕне пайланса кайнă. Вара 1278 çулта пĕр-пĕринпе хирĕçсе тăракан иккĕ пиклĕх пулнă: тухăçра — Çарăмсан патшалăхĕ, анăçра — Сăвар патшалăхĕ. Сăвар патшалăхĕнче тутар-монголсене юраса та сутăнса пурăннă Каçи-Парăç ăрăвĕ хуçаланнă, вĕсене асанçăсем тенĕ. Çарăмсан патшалăхĕнче вара аслă чаплă Челпир патшан тăхăмĕсем ертсе пынă, вĕсене ашравçăсем тенĕ. Ашравçăсем авалхи пăлхар-чăваш йăли-йĕркисене тытса пынă, çиччĕ ютсемпе хутшăнман. Вĕсем Чаллăпа Çăкату хулисенче пурăннă. Асăнçăсем ĕнтĕ тутар-монголсемпе, кыпчаксемпе хутшăнса, ислам тĕнне кĕрсе пынă. Вĕсем Хусан хулине тытса тăнă.

XIV ĕмĕр варринче тутар-монголсемпе кăпчаксем пулашнипе асанçăсем ашравçăсене çĕнтерме тытăннă. Çакăнтан пуçласа вара пĕтĕм Атăлçи Пăлхар çĕрĕ тутарланасси пуçланать. Чăвашсен авалхи асаттисем çурçĕрте, хальхи Шупашкар, Çĕрпӳ, Сĕве патĕнче çеç питĕ çирĕп тăнă.

Пăлхар-Сăвар çĕрĕнчи халăх ислама тухса пынă. Авалхи йăлана, тăван чĕлхене упракан чăвашсене Чулман Атăл еннелле куçарма тытăнаççĕ. Хуласенче тутарланасси хĕрсе пынă. Аваллăх, хальхи саманари пекех, ялсенче çеç упранса юлать (Хальхи чăвашсен, хăйсен йăлисене сыхласа аталантарса пырас тесен, пурнăç йывăр килсен те чăваш уявĕсене кашни ялта ирттермелле, хуласенче те чăваш чĕлхине сарма тĕрлĕ меслетсем тупмалла.)

Анчах та çапла патшалăх чылай тытăнса тăма пултарайман. Тухăçъен Пăлхар пикĕсем тутарсемпе кăпчаксен çарĕсене тарма тытăнаççĕ. «Основной опорой Ашрафидов были свободные булгарские крестьяне (субаши) и служилые феодалы (казаки) Чалмы-Черемшанской провинции и не принадлежащие хану части Казанской области, составляющее ядро чаллинской армии — лучшей в стране», - çырать тутар историкĕ Фаргат Нурутдинов.




#Article 815: Хусан историйĕ (144 words)


Хусан историйĕ
Хусан хулине авал чăвашсем никĕсленĕ. Ун çинчен чăваш халăх хайлавĕсенче нумай каланă. «Известия общества археологии, истории и этнографии при Казанском университете» кăларăмĕн III-мĕш томĕнче пичетленĕ: «Перевели город, дали ему имя Хузан»

В.Д. Дмитриев те хăйĕн «Чувашские исторические предания» кĕнекинче çапла çырать:  «Историками установлено, что Казань была основана в 1370 году местным (из болгар) князем Хасаном и получила название от его имени (позднее наименование города получило татарскую форму Казан)». 

Численность татар в ханстве постоянно увеличивалась за счет притока со стороны. По словам автора «Казанской истории» (середина XVI века), «начаша збираться ко царю мнози варвари от различных стран, ото Златыя Орды и от Асторохани, от Азуева и от Крыма…» Татарское население росло также за счет ассимиляции местных жителей, прежде всего чувашей. Отатаривание чувашей облегчалось близостью чувашского языка к татарскому, значительной общностью культуры и быта татарского и чувашского народов Татары в ханстве численно не преобладали…»




#Article 816: II-мĕш Кир (320 words)


Кир II е Аслă Кир — (авалхи перси чĕлхипе Куруш, — Kuruš, Κῦρος), (пирĕн эрăччен 590—530 ç.ç.) — Ахеменидсен Перси империне никĕслекенĕ, Камбиз I ывăлĕ.

Кирăн амăшĕ митисен Иштувегу (Астиага) патшин хĕрĕ пулнă. Кир вара пирĕн эрăччен 550 çулта аслашшĕне хирĕç пăлхав çĕкленĕ, виçĕ çул вăрçнă хыççăн çĕнтерӳ туяннă. Ăна çак кĕрешӳре митисен ятлă-сумлă çыннисем пулăшу панă. Çакăн хыççăн, Кир Иран туçийĕнчи пĕтĕм çĕрĕсене пухса пĕрлештерет.
Анчах йĕркеленсе чăмăртаннă Перси патшалăхне хирĕç кӳршĕ çĕр-шывсен пĕрлĕхĕ тухнă: Лиди патши Кĕрĕс, Египетăн фараонĕ Амасис II Çĕнĕ Вавилон патши Набонид . Çавах та Кир хăйĕн тăшманĕсене пĕрин хыççăн теприне çапса çĕмĕрнĕ. Лиди патшалăхĕн тăрăнĕ Кĕрĕс (пирĕн эрăччен 560—546 çулсем) пуян пулнă, ăна перссем пирĕн эрăччен 546 çулта çĕнтернĕ. Кĕрĕс тыткăна лекнĕ, Кир ăна хăйĕн канашçĕ вырăнне лартать; перс патши хăйне парăннă çынсемшĕн аслă ырă пулнă.
Пирĕн эрăччен 540 çулта (Вавилон) хирĕç тухнă. Ун чухне Набонид патша арави оазисне Теймăна пирĕн эрăччен 549 çулта тухса кайнă пулнă, хăй вырăнне ывăлне — Валтасара хăварнă.
Пирĕн эрăччен 539 çулхи юпа, 12 çĕрле Вавилон, авалхи историн чаплă хули, перси çарĕсен тапăнăвне чарса тăрайман — пуçне тайма тивнĕ. Кивĕ Халалта та çакăн çинчен çырса кăтартнă. Хулана чее меслетпе туртса илнĕ. Çĕрле Вавилонпа юнашар юхан шывăн юхăмне урăх еннелле куçарнă: шывсăрланнă шыв урлă сасартăк каçса, перссем хулана кĕрсе кайнă. Кир вара Вавилон патши пулса тăрать.

Камбиз II хыççăн астула Кир ларнă. Патша пулас шутпа вăл хăйĕн тăван пиччĕшне — кăнар тиккине — Партие вĕлерет. Его тело было возвращено массагетами и доставлено в усыпальницы предков, в Пасаргады.
Мургаб çумĕнче (Кирăн авалхи Пасаркат тĕп хули çывăхĕнче) халиччен те Кирăн çурт евĕр чуллă тупăкĕ пур, ун çине патшан сăнне ӳкернĕ тата çапла çырнă: «Эпĕ Ахеменид, Кир патша». Александр Македонский тапхăрĕченех унта патшан вили сыхланса юлнă, пĕрмай ялкăш кăвайт çуннă. Эксемер Индине харçăпа тухсан, ахăр самана (анархи) тапранса кайнă, вăрăсем тупăка ухтарса çаратнă. Македони çарпуçĕ таврăнсан, тустаракансене айăпласа вилĕме янă. Тепĕр тесен, вăрă-тустарçăсем тупăкра нимĕнле хаклă япаласене тупайман, çак этеплĕх Алексантăра питĕ тĕлĕнтернĕ.




#Article 817: Парспит (262 words)


Парспит — хасарсен амаçын-çарпуçĕ. Вăл VIII ĕмĕрте пурăннă.

Авал тапхăрсенче пăлхарсемпе сăварсем, хасарсемпе хунсем пĕр юнлă, пĕр чĕлхеллĕ, пĕр йăла-йĕркеллĕ йăхсем пулнă. Вĕсен пурин чĕлхи те хальхи чăваш чĕлхипе питĕ çывăххине çирĕплетекен тĕпчевçĕсем нумай. «По языку хазары сближались с болгарами. Об этом со всей определенностью свидетельствуют арабские писатели. Так, например, Ал-Истахри, а вслед за ним Ибн-Хаукаль определенно заявляют: «Язык болгар подобен языку хазар». Хазары этнически ближе всех стояли к болгарам...», — 
çырать М.И.Артамонов.
Вăлах тата пăлхарсемпе хасарсен чĕлхи чăвашсенни пекех пулнине çирĕплетет: —«Благодаря сохранившимся в Имениннике болгарских ханов и нескольких надписях, найденных в Дунайской Болгарии и на Волге, древнеболгарским словам установлено, что болгарский язык был близок к современному чувашскому языку и относился к западной группе тюркских языков, к которой принадлежали языки огузско-печенежских племен, но никак не уйгур, относившихся к восточно-тюркской группе». 
Пăлхарсемпе сăварсем чылай чухне анăçалла ытларах туртăннă, хасарсем вара, ытти пĕр чĕлхеллĕ йăхсенчен мал еннерех пурăннă май, персисемпе часах килĕшӳсем тунă. 
Хальхи историксем анлă шухăшламасăр чăвашсене пăлхарсемпе çеç çывăхлатать, чăвашсем яланах хасарсемпе вăрçса пурăннă тесе кăтартать. Ку вара тĕрĕс мар пулать. Ӗлĕк чăваш йăхĕсем пурăннă çĕрсенче хасарсем те пулнă, пирĕнте хасарсен юнĕ те чупать темелле. Атăлçи Пăлхар пулса каяс ĕç-пулăма та хасарсен йăхĕсем хутшăннă. Уйрăмах хасарсемпе пăлхарсем тата сăварсем Çурçĕр Кавказ таврашĕнче пурăннă чухне пĕр-пĕринпе çывăх хутшăннă.

Парспит арăм-хан пулса тăрсан, тăван халăхшăн, ирĕклĕхшĕн кĕрешĕве хастар ертсе пынă. Ун чухне арапсем хасарсене ислам тĕнне кĕртесшĕн тăрмашнă, вăрçăпа тапăннă. 718 çулта хасарсем хăйсен таврашĕни арап çарĕсене çĕмĕрсе тăкса, Дербент урлă каçса, Малти Ази е пырса тухаççĕ. Вĕсене амаçын кĕрешӳçĕ Парспит (парс пичĕ) ертсе пынă. Çакăн хыççăн арапсем чылай хушă Хасарстана тĕкĕнме хăранă.




#Article 818: Элшел (хула) (264 words)


Элшел (Ĕшел, Ишлĕ), — Атăлçи Пăлхар хули. Вăл Атăлăн сылтăм çыранĕнче ӳссе ларнă пулнă. Элшеле пăлхарсем X ĕмĕрте никĕсленĕ пулас. Хула 1220 çулта вырăс шывçи хурахĕсем çунтарса янă хыççăн пĕтнĕ.

Ĕшел (Ишлĕ), — Атăлçи Пăлхар хули. 1220 çулта ăна вырăс шывçи хурахĕсем аркатнă. 

Çак авалхи пăлхар хулинчен инçе мар, Сĕвен сулахай çыранĕнче, Элшел текен авалхи чăваш ялĕ пур. Ку ял Тăхăръял таврашĕнчи ялĕсем хушшинче хăйне евĕрлĕ шĕкĕрĕ. Халăхра упранса юлнă хайлавсенче çапла каланă: «Пирĕн асаттесем кунта пысăк хуларан куçса килнĕ. Хули Сĕве хĕрринче пулнă. Ăна та Элшел тенĕ. Анчах та çав хулана ташмансем çунтарса янă…»
Элшел тăватă кетеслĕ хула, унăн пĕтĕм лаптăкĕ 50 гектар яхăн пулнă. Хулана тунă чухне пăлхар-чăваш  асаттесем çутçанталăк панă çырма-çатрапа та питĕ ăстан усă курнă. Хулан çурçĕр енче çĕртен хăпартса тунă икĕ çӳллĕ хӳме, икĕ тарăн шывлă канав. Вĕсем лайăхах упранса юлнă. Мал енче, ахăртнех виçĕ хӳме пулнă пулас, анчах та пĕр хӳми çеç упранса юлнă. Вăл халĕ те 4 метртан çӳллĕ. Кăнтăр енче те пĕр хӳме çеç юлнă. Унпа юнашарах — канав тата питĕ тарăн çырма.

Ку вырăна 1962 тата 1965 çулсенче чавса пăхнă В.Ф. Каховский профессор авалхи хула питĕ вăйлă çирĕплетнĕ карман пулнине палăртать. Кунта 183 хуралтпа çурт-йĕр тупнă. Хулара тимĕрçсем, сĕтел-пукан, савăт-сапа ăстисем ĕçленĕ, таçтан та сутăссем килсе çӳренĕ. Хулана кĕмелли виçĕ хапха пулнă пулас. Вĕсене питĕ вăйлă çирĕплетнĕ турулсем сыхланă. Апат-çимĕçе упрама элшелсем, ытти пăлхар-чăвашсем пекех, тарăн шăтăк евĕрлĕ нӳхрепсем чавнă. Сивĕ тапхăрсенче кермене хутса ăшăтма пăрăхсем хунă пулнă.

Элшел çыннисем хальхи Ишлей тăрăхне тарса килнĕ текен шухăш та пур.

Элшелрен инçех мар Кăнна Кушки ялĕ вырнаçнă. Вăл И.Я.Яковлевăн тата Тихăн Петĕркки çыравçăн тăван ялĕ пулать.
 

 




#Article 819: Симунов Николай Васильевич (195 words)


Симунов Николай Васильевич, — чăваш çыравçи. 1937 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Тутарстанри Хирти Кушкăра çуралнă. 1997 çулхи юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче унăн чунĕ ĕмĕрлĕхех Тăхăрьялта канлĕх тупнă.

Ачалăхĕ тăван ялта иртнĕ. Çыравçăн ашшĕ Василий Васильевич (1907-1941) вăрçăра хыпарсăр çухалнă. Симун Любунĕ пилĕк ачана выçлăхпа тертлĕ пурнăçа пăхмасăр ура çине тăратма хал çитернĕ. Çамрăк Коля асаплă пулсан та пĕлӳ илме тăрăшнă. Элшелĕнче вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Пăвари ветеринари техникумне вĕренме кĕнĕ. Ăна вĕçленĕ çулах Хусанти ветинститут студенчĕ пулса тăнă. 1961-1964 çулсенче Молдавире ĕçленĕ. Пурнăçăн аслă çулне шыраса каялла яла таврăнса шкулта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Чĕмпĕрти педагогика институтĕнче вĕреннĕ.

Анчах Николай Васильевичăн ачаранах амаланнă хайлавçă пулас ĕмĕчĕ пулнă. Вăл çырнисене Пăвари «Ялав» хаçатра пичетлеме тытăннă. Райхаçат çыравçăшăн хĕсĕк пулма пуçланă, унăн ĕçĕсем пысăк хĕнпе пичетленнĕ. Çавна курах вăл Шупашкара куçса кайнă, çыравçă ĕçне пикеннĕ. Çĕнĕ Шупашкарти «Ильинский» кану çурчĕн директор çумĕнче, РСФСР Литфончĕн Чăваш уйрăмĕн директорĕнче вăй хунă.

Сакăр вуннăмĕш çулсенчех палăрнă чĕре чирĕ Николай Васильевича сывлăхне упраса пурăнмаллине систернĕ. Хăйĕн шăпине пĕлсе тăрса, вилсен тăван çĕршывĕнче пытарма хушнă. Ăна тăван ял çăвинче пытарнă.

Унăн «Анне» ятлă пĕрремĕш повеçĕ Пăвари «Ялав» хаçатра кун çути курнă.

Паллă ĕçĕсем:

Çыравçă пур хайлавне те чунĕ витĕр кăларса çырнă.




#Article 820: Парспик (патша) (109 words)


Парспик — хасарсен VIII ĕмĕрти çарпуçĕ.

Парспик патша ертсе пынипе хасар-сăварсем Кавказ леш енне кайса Варсан хулине туртса илеççĕ, Савалан тăвĕ патне çитеççĕ, Артепил айлăмне анса Джаррах ибн Абдаллах ал-Хакками ертсе пыракан арапсен пысăк çарне йĕри-тавра хупăрласа илеççĕ.
Вунă çул каялла Джаррах Пĕленçер хулине çунтарса янă пулнă, пурăнакансене шыва путара-путара вĕлернĕ. Парспикĕн нукерĕсем Джаррахăн 25 пинлĕ çарне ним юлмиччен çĕмĕреççĕ, хăйĕнне пуçне касса ывăтаççĕ. Унăн пĕтĕм кил-йышĕ сăварсен-хасарсен аллине лекет. Джаррахăн çăлтăр куçлă хĕрне Парспик хăйĕн çарпуçне качча парать.
Çак вăрçă икĕ çул хушши пырать. Çав хушăра Парспик тĕлĕнмелле çĕнтерӳçĕсем туса пĕтĕм тĕнчипе чапа тухать. 732 çулта вара, хăш-пĕр тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, вăл Аслă Хасарстан патши (хаканĕ) пулса тăрать.




#Article 821: Францин Аслă революцийĕ (588 words)


 
Францин Аслă революциĕ, — Франци историйĕн 1789-1799 çулсем хушшинчи тапхăрĕ. Ку вăхăт тапхăрĕнче Франци пурнăçĕнче питĕ пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Сăмахран, монархи вырăнне [республика] йĕркипе пурăнма тытăннă.

Франци револю́цийĕ (), хăш чухне «Аслă» теççĕ, Франци социаллă тата политика системин XVIII ĕмĕрте пулса иртнĕ пысăк трансформацийĕ шутланать,  ун чухне Кивĕ йĕркене пăрахăçланă. Бастилие 1789 султа ярса илнипе тапранать, вĕçĕмне тĕрлĕ историксем 1794 çулхит 9 термидор пăтăрмахĕ, 1799 çулхи 18 брюмер пăтăрмахĕ, е Наполеон 1804 çулта патша кăшăлне тăхăннине палăртаççĕ. Çак тапхăрта Франци абсолютлă монархинчен пĕрремĕш хут  сăмахпа ирĕклĕ те тан граждансен республики пулса тăрать. Франци революци пулăмĕсем Францине хăйне те, кӳршисене те улăштарнă, нумай историксем çак революцие Европа кун-çулĕн чи паллă ĕç-пуçĕ вырăнне хураççĕ.

XVIII ĕмĕрте Францин пĕтĕм влаçĕ патша аллинче пулнă. Йĕркене тытса тăма яланхи çар пулăшнă, патшалăхри ĕçсене пĕр вырăнти бюрократи мелĕпе ертсе пынă. Пĕтĕм влаç патша аллинче пулнă пулин те патшалăхăн тĕн çыннисемпе кнеçсен шухăшне те шута илмелле пулнă. Çак икĕ сослови патшалăх ĕçне ан хутшăнччăр тесе патша вĕсене пулăшса пынă.

Ӗçлекен буржуази нумай вăхăт хушши пĕтĕм влаç патша аллинче пулнипе килĕшсе пурăннă. Патша вĕсене те пулашса пынă — наци пурлăхĕшĕн ĕçлекенсене пулăшнă, чĕр тавар тата суту-илӳ тăвакансене аталанмалли май туса панă. Анчах та буржуазипе кнеçсен ушкăнĕн шухăшĕсене пĕр пек тытса пыма йывăр пулнă — икĕ сослови те патшана хăйсене майлă ытларах ĕçлеттересшĕн пулнă.

Тепĕр енчен вара патшалăх хура халăх пирки пĕрре те шухашламанни пысăк сăлтав теме пулать. Патшалăх та, буржуази те, кнеçсем те хура халăха ним вырăнне те хуман.

Термидор пăтăрмахĕ Максимилиан Робеспьерпа унӑн майлисене тытса чарса вӗлерме май панӑ. Термидор реакцийӗ пуҫланнӑ.

Çак виçеллĕ хушăва пĕлтерсен, Конвент «халăхăн суверенитетне» пăснă тесе роялистсем Парисра пăлхав тапратаççĕ. Ку пăтăрмах  вандемьерăн 13-мĕшĕнче (юпа, 5 1795 ç.) сиксе тухать; конвента  Бонапарт çăлать, вăл инсургентсене картечьпе ăшалама тапач парать. 1795  çулăн вĕçĕнче конвент пиллĕкçĕрсемпе старейшинăсен канашне тата директорие влаç парать.

Кĕске хушăра Карно темиçе çар йĕркелет, унта этем пур пĕрлĕхĕн пĕтем класĕсен чи хастар, чи ĕçчен çыннисем çырăнаççĕ. Çар ретне тăван çĕшыва хӳтĕлесшĕннисем те, республика йĕркеленӳлĕхĕсене тата демократи йĕркисене пĕтĕм Европăра сарас тĕллевлисем те, Францие вăрçă чапĕпе тупăш кӳресшĕн çынсем те,çар хĕсметĕнче мала тухасшăн çынсем те тăнă.Çенĕ демократиллĕ çарта çар хисепне хăпартма кирек епле хевтеллĕ çын та пултарнă; çавăнпа ĕнтĕ сахал мар паллă çарпуçĕ ахаль салтакран ӳснĕ.

Майĕпен революци çарĕпе территорие туртса илме усă кураççĕ. Директори вăрçăпа этем пĕрлĕхне пурнăçри кăлтăксенчен аяккалла туртнă, çаплах укçа-пурлăх тупăшланă. Директори укçа-тенĕ пурлăхне пухас тесе çĕнтерсе илнĕ çĕршыври халăхсем çине контрибуци йывăрлăхне хурать.
Директори  Италири çарĕнче çамрăк генерала Бонапарта лартать, вăл вара 1796—97 çç. Сардинирен Савойăна туртса илет, Ломбардине йышăнать, Пармăран, Моденăран, Пап облаçĕнчен, Венецирен тата Генуйăран контрибуци пуçтарать папăн хăш çĕрĕсене Ломбарди (Цизальпи республики) çумне çыпăçтарать. Австри лăпкăлăха ыйтать. Çакăн чухнелле  аристократи Генуйĕнче демократи революци пулса иртет, вăл  Лигури республикипе пулса тăрать. Австрипе ĕçе вĕçлесен, Бонапарт директорие Египетре Англи тапăнма сĕнет, унта Наполеон ертсе пынă çар экспедицине яраççĕ. Çапла вара, революци вăрçисен вĕçнелле Франци Бельгие, Рейнăн сулахай çыранне, Савойăна тата Италин хăш пайне ярса илет тата йĕри-тавра темиçе «тăванлă республикăпа» хупарланса тăрать.

Çавăн чухне ăна хирĕç Австрирен, Раççейрен, Сардинирен, Турцирен тăракан çĕнĕ коалици çуралать. Император Павăл I Италие Суворова ярать, вăл унта французсене çĕнтерсе пырса 1799 çулхи кĕр патнелле пĕтĕм Италие тăшманран тасатать. Патшалăхри ĕçсем ăнса пыманни çумне 1799 çулхи тулаш кăлтăксем хушăнаççĕ, çакăн хыççăн директорие Египета республикăн чи хевтеллĕ çарпуçа янăшăн ӳпкелеме тытăнаççĕ. Европăри лару-тăрăва пĕлсен, Бонапарт Францие васкаса каять. Брюмерăн 18-мĕшĕнче (чӳк, 9) пăтăрмах сиксе тухать, 3 консулран — Бонапарт, Роже-Дюко, Сийес — вăхăтлă ертӳçлĕх йĕркелеççĕ. Çак патшалăх пăтăрмахне «брюмерăн 18-мĕшĕнчи» теççĕ тата ахаллĕн вăл франци революцийĕн пĕтнĕ кунĕ шутланать.

Революци пĕрлĕ историсем

Периодические издания, Франци революцийĕ çинчен ятарлă çыракансем:




#Article 822: Хасар хаканлăхĕ (766 words)


Хасар хаканлăхĕ (е Хасар хаканачĕ, е Хасарсен патшалăхĕ) (650—969) —вăтамĕмĕрсенчи хасарсен патшалăхĕ. Малтан Анăç Тӳркит хаканлăхĕ шутĕнче пулнă. Кавказъум, Аялти тата Вăтам Атăлçи çĕрĕсене, паянкунхи Казахстанăн çурçĕр-анăç пайне, Азовçумĕн, Крымăн çурçĕр енне, çапла татах та Тухăç Европăн çеçенхирĕсемпе вăрманхирĕсене Днепр шывĕ таранах тытса тăнă.

Патшалăхăн тĕпĕ малтан хальхи Дагестанăн çурçĕр енче (тинĕс çумĕнче) пулнă, каярахпа ăна Атăлăн аялти юхăмне куçарнă. Хаканлăха ертсе пыракансен (элитăн) чылайăшĕ иудаизм тĕнне йышăннă. Çав вăхăтра тухăçславян йăхĕсен ушкăнĕсен пĕр пайĕ политика шучĕпе хасарсене пăхăнса пурăннă.

Чи малтанах хасарсем куçса çӳрен темтĕрлĕ халăх-йăхĕсенчен пĕри пулнă. Халăхĕсем ун чухне Азирен Европа еннелле куçса пынă. Хасарсем малтанхи тӳрк чĕлхисен ушкăнĕнчи чĕлхепе калаçнă, вĕсем огур йăх ушкăнне кĕнĕ пулас теççĕ. Европăна 463 çулта персе çитнĕ. Историри хасарсем пирки çырнă пĕрремĕш чăнлăхĕсем VI ĕмĕрте курăнаççĕ. Вĕсен Европăри тăван вырăнĕ тесе хутсенче хальхи Дагестанри Берсили таврашĕнчи çĕрсене палăртаççĕ.

VI ĕмĕрĕн 1-мĕш çурпайĕнче хасарсем савирсен пĕрлĕхĕн сĕмĕпе пурăннă, çарĕсемм пĕрле Кавказлешъенне вăрçăсемпе çӳренĕ. Çав тапхăрта кунта Сасанид Иранĕ хуçаланнă, вĕсем аран-аран тапăнусене тытса чарса пынă. Хосрой шах (531—579) вăхăтĕнче персисем Каспи тинĕсĕпе Кавказ тăвĕсен хушăкне питĕрме вăйлă Дербент хӳтлĕхĕсене туса лартнă, анчах та çак чарак çеçенхир куçаканĕсенчен пулăшу ытлах парайман. Хосрой хан Дагестанра Беленджерпе Семендер хулисене никĕсленĕ теççĕ, кайран çав хуласене хасарсен аллине кайнă.

Хасарсем историре çӳле хăпарни Тӳркит хаканлăхĕпе çыхăннă. Тӳркит хаканлăхне тытса тăнă ăрусемпе хасарсен ертӳçĕсем тăванланнă пулас. Алтай тӳркĕсем, Ашин ăрăвĕ хаканĕсем ертсе пынипе, 552 çулта аслă импери йĕркеленĕ, каярахпа ăна иккĕне пайланнă. VI ĕмĕрĕн 2-мĕш çурпайĕнче Анăçтӳркит хаканлăхĕ каспи-хуратинĕс çеçенхирĕсене ярса илнĕ.

Хасарсен сулăм çар вăйне пĕрремĕш хут 602—628 çулхи иран-висанти вăрçи асăнаççĕ, хасарсен пуçлăхĕ Джебукаган Ирана хирĕçле тӳрк-висанти пĕрлĕхне хистерсе тăвакан пулнă. 626 çулта хасарсен çарĕ Кавказри Албание çапса çĕмĕрнĕ те, висантисемпе пĕрлешсе, Тбилисине туртса илнĕ.

Хасарсем малтан хăйсене нимпе те палăртман. Ун чухне Пăлхар пĕрлĕхĕн политики хăватланса пынă, анчах та пăлхарсен ӳсĕнӳ тапхăрĕ кĕске пулнă. Купрат çĕре кĕнĕ хыççăн, Пăлхар патшалăхне Купратăн пиллĕк ывăлĕ пайланă. Хасарсем çак ансатпа усă курса пăлхарсемпе вăрçма тытăннă. Пăлхарсем кар тăрса пĕрле хӳтĕленме пултарайман. 

Çак тапхăрта хаканлăхăн тимлĕхĕ Тухăç Кавказлешьенне тĕлленĕ, унти çĕр ĕç-хĕлĕпе пурăнакан патшалăхсем юркăн халăхшăн чылай тупăçĕпе илĕртсе тăнă. Çав çĕре хасарсем икĕ йĕрпе: Дербент урлă — Албание, Армение, малалла Çурçĕр Ирана е сайра Дарьял ту хушăкĕпе, алан çĕрĕсем витĕр Грузие кĕрсе кайнă. Регионра хасарсен сĕмĕ çав тери вăйлă пулнипе Каçпи тинĕсĕ хăш тĕрĕк чĕлхисенче Хасар тинĕсĕ ята тивĕçнĕ пулнă.

Сасан Иранĕ вырăнĕнче йĕркеленнĕ Арап халифачĕ хасарсен экспансине хирĕçле вăй пулса тăрать. Сирипе Месопотамие пăхăнтарсан, арапсем Кавказлешьенне вĕркĕнеççĕ. 653 çулта Халифат çарĕсем Армени, Грузи тата Албании çĕрĕсене кĕрсе йышăнаççĕ, хыççăн Дербент витĕр тухса хасар Пĕленçер хулине тапăнаççĕ. Çакăнта пырса çапăнни арапсен çарĕшĕн аркату тата Салман ибн Раби çарпуçĕшĕн вилĕм пулса тухать.

Хыççăнхи вунçуллăхсенче Халифат хăйĕн шалти асар-писере пула вăхатлăха региона тĕллĕ сăнавран çухатать. Хасарсем çак самантра Албанирен парăм пуçтарнă, темиçе тапăну-харçă ирттернĕ, чи пысăкки 685 çула лекет.

Омеят ăрăвĕ çӳле тухсан арапсем каллех харçăсене темиçе еннелле пуçлаççĕ: анăç готсене хирĕç анăçра, тĕрĕксемпе висантисене хирĕç тухăçра тата хасарсене хирĕç çурçĕрте. Кун чухне арапсем Кавазлешьенче çирĕп вырнаçаççĕ, VIII ĕмĕр пуçламăшĕнчех вĕçĕмсĕр арап-хасар вăрçисем тапранса каяççĕ. Вăхăчĕсемпе пĕр-пĕрин çине тарăн рейд тунă. 716 —718 çулсенче арапсем Константинопăле хупăрласан, хасарсем Азербайджана тапăнса кĕрсе халифатăн вăйĕсене хăйсем çине туртса илеççĕ. 730/731 çулта хасарсен чи хăват тапăнăвĕ пулса иртет. Иранри Ардебиль хулишĕн кĕрешӳ пырать. 25-пинлĕ арап çарне çапса аркатнă, Халифатăн çарпуçĕ — Джеррах — вилĕм тĕлне пулать. Хасарсен хăш текĕрчисем Мосул таврашне çитеççĕ.

Çапах та кĕрешекен енсен вăй хăвачĕсем пĕр тан пулман. 737 çулта арап çарпуçĕ Мерван ибн Мухаммед (пулас халиф) 120-пинлĕ çара ертсе пырса сасартăк Хасар хаканлăхне пĕр харăс Дербентпа Дарьял урлă тапăнать. Çарсем хасар Сементер тĕп хулине туртса илет те хакана йĕрлесе пырать. Хасарсене хăваласа арапсем çурçĕре çити Тана е Атăла таран пынă. Хасарсен çарне çапса аркатнă, вара хакан лăпкăлăх ыйтать. Астула сыхласа хăварасшăн вăл ислама йышăнма килĕшет.

Арапсем Çурçĕр Кавказра çирĕпленсе юлма шутламан, çапла ĕнтĕ вĕсем каялла тухса кайсан Хасар хаканлăхĕ хăйĕн ирĕклĕхне тавăрать.

Часах Халифата шалти хирĕçӳ çитет, тăрăма Аббас ăрăвĕ ярса илет, вĕсем çурçĕрелле сарăлас ĕмĕте пăрахăçлаççĕ. Çапла вара, Хасар хаканлăхĕ пĕр енчен, арапсене Тухăç Европăна каймалли çула хупса хурать, тепĕр енчен, Висантие сывласа илмеллĕх пулăшу парать.
VIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче çирĕм çул чăтса тăнă хыççăн хасарсем Кавказ леш енне икĕ харçă йĕркелеççĕ, 762—764 тата 799 çулсенче, кун хыççăн вĕсен регион ĕçĕсене хутшăнасси пăчланать.

Арапсем хĕстерсе пынипе Хасар хаканлăхĕн халăхĕ кавказри чикĕ çум çĕрĕсенчен шалти районĕсене — Тан тăрăхĕпе (кунта алан йăхĕсем вырнаçаççĕ), Атăлçине куçаççĕ. Атăлăн анат юхăмĕнче çĕнĕ хасар тĕп хули — Атăл никĕсленет, часах вăл чаплă сутă-илӳ вырăнне хăпарса çитет. Дагестанăн хăйĕн Сементер тĕп хулипе хасарсен аякри çĕрĕ шайне куçать. Çак пулăмсен юхăмĕсенчех Вăтам Атăлпа Чулман Атăл тăрăхĕсенче пăлхарсемпе сăварсем тымар яраççĕ те VIII ĕмĕрĕн варринче Атăлçи Пăлхар патшалăх çуралать.

Варачан, Сементер, Тамантурхан




#Article 823: Авар хаканлăхĕ (1071 words)


Авар хаканлăхĕ (е Авар хаканачĕ), – вăтам ĕмĕрсенче (562 — 823) Тухăç Европăра сарăлса выртнă патшалăх. Унăн шутне хальхи Венгри, Словаки, Хорвати тата Румыни çĕрĕсем кĕнĕ. Патшалăха аварсен хаканĕ Пуян никĕсленĕ.

Аварсем анăçра Тюрингипе Италине çитеççĕ, кăнтăрта — Константинополь патне пыраççĕ, Панноние, Дакие, Иллирие тата Далмацие пăхăнтараççĕ.

Пĕрремĕш хут аварсем Европăна 558 çулта çитнĕ. Вĕсем Висанти çĕрĕсене кĕресшĕн пулнă, çавăнпа алансен ертӳçĕвне Саросине çак ĕçре пулăшма ыйтнă. Часах аварсен элчисем Константинополе пырса çитнĕ. Авар элчисен ертӳçи Кандык Висанти императорне çапла сăмах хушнă: «Сан пата авар халăхĕ килчĕ, чи пысăк та чи вăйлă халăх. Эпир çăмăллăнах тăшмансене хăваласа яма та аркатса пĕтерме пултаратпăр, çавăнпа санăн аварсемпе туслă килĕшӳ туни питĕ тупăçлă пулĕ: эпир сирĕн шанчăклă хӳтĕлевçĕсем пулăпăр».

Çак вăхăтри политикă тапхăрĕнче висанти императăрĕшĕн аварсем питĕ тупăçлă тамăрĕсем пулнă. Вăл вĕсемпе союзник хутне çырнă та кăтригурсемпе, çавсемпе тăванлă утигурсемпе тата тухăçславян йăхĕпе — антсемпе — вăрçма янă. Аварсем ăнăçлă çапăçнă. Вара император аварсене хальхи Серби çĕрĕсене илме сĕннĕ. Анчах та аварсене ку çĕрсем кăмăла кайман. Вĕсем хăйсем валли Танай çумĕнчи Добруджăна халаллама ыйтнă, тӳрем вырăнсем çеçенхир çыннисене ытларах кăмăла кайнă. Кунта та вĕсем нумаях лăпланса пурăнайман. Гепидсене хирĕç лангобардсемпе пĕрмайлă пулса вăрçса çĕнтернĕ. Вара вăрçă умĕн килĕшĕвĕпе лангобардсем Паннони çĕрне аварсене парса хăварнă.

Гепидсем çапăçăва выляса яни висанти императăрне питĕ вырăнлă пулнă. Висантисем тӳрех вĕсен авалхи Сирми çĕрĕнчи шĕкĕр хулине йышăннă, ку япала вара аварсене килĕшмен, вĕсем висантисемпе нумай хушă хирĕçӳллĕ пурăннă.

Пуян I хакан

'562 çулта аварсен талантлă çарпуçĕ, политикĕ Пуян хан Висантипе, лангобардсемпе тата ытти славян тата тӳрк йăхĕсемпе тамăрлăхсем туса Вăтам Танайçире çирĕпленсе лараççĕ, кунтанах вĕсем славянсен çĕрĕсене, Висанти империи тата  Франксен империне вăрçăсемпе часах тапăнса тăраççĕ.

 

Аварсем 626 çулта Константинополь патĕнчи çапăçăва выляса янă хыççăн каганатран пăлхарсем (прото-пăлхарсем) тухаççĕ, 632 çул тĕлне Купрат хан кăтрикур, утикур тата онокур йăхĕсене пĕрлештерсе Аслă Пăлхар ханлăхне йĕркелесе хурать, аварсене пĕтĕмпех  Хура тинĕс çумĕнчи çурçĕр енчи, Анат Танайçи çĕрĕсенчен хăваласа кăларса ярать.

Авар хаканлăхĕн VII ĕмĕр вĕçĕнче — VIII ĕмĕр вĕçĕнчи шалти лару-тăрăвĕ пирки çырусенче çăлкуç çук. Çак тапхăрăн пĕртен-пĕр çăлкуçĕ — археологи тĕпчевĕсем. Хаканлăх çăк хушăра çурма юркăн пурнăçран пĕр вырăнта выльăх ĕрчетсе пурнăçа куçать. Çак тапхăрти авар пурăну вырăнĕсенчех тыр-пул управĕсене тупнă, анчах та аварсем хăйсем çĕр ĕçĕпе тăрмашнă е тыра юнашар халăхсенчен туяннă — паллă мар.

Аварсем франксемшĕн чи хăрушă тăшманĕсем пулнă. Çавăнпа малтан франксем туслашма пикеннĕ. Çак тĕллевпе вĕсем пĕр-пĕрин патне элчĕсем янă: 780 çулта Вормс хулине авар элчисем пынă, кайран франксен элчисем  каганата çитнĕ. Çапах та 788 çулта Бавари херцăкĕ Тассилон III аварсемпе франксене хирĕç килĕшӳ тăвать. Анчах та çав çулах вĕсен çарне çапса çĕмĕрнĕ, Бавари вара Франксен патшалăхĕ шутне кĕрет. Çавăн чухнех Карл аварсене пĕтĕмпех çапса аркатма шутлать.

Ăшĕнчи пăтрашăнăвне пула юкăра вĕлерççĕ, каярах хакана та вилĕм лекет. 795 çулта тудун Христос тĕнне йышăнасшăн пулса франксем патне элчĕсене ярать. 796 çулта вăл хăйех Мăн Карлăн тĕп хулине —Ахена – пырса патшана пăхăнуллăх тупине тунă.
Çав çултах Пипин ертсе пынă франксен çарĕ авар хаканĕсен Тиса шывĕ çумĕнчи резиденцине çитсе илнĕ. Чылай авар Тиса леш енне тарнă, çапах та нумай пайĕ тыткăна лекет. Франксем пĕтĕмлĕ çĕнтерсе, Авар хаканлăхĕн политика ирĕклĕхĕ енчен пĕтерсе хураççĕ. Ахен хулине аварсем темиçе çĕр çул тăршшипе пухнă пуянлăхне лавсем çине тиесе ăсатаççĕ.

Çапах та аварсем парăнма шутланман та. 797 çулта вĕсем пăлхава çĕкленеççĕ те, франксем каллех харçа тухса аварсене пусарăнтараççĕ. 797 çул вĕçĕнче авар элчисем Мăн Карла хăйсен шанчăклăх тупи туса çирĕплетеççĕ. 799 çулта каллех пăтрашăну пуçланать, 802 çулта ĕç вырăнĕнчи франксене вĕлереççĕ. Аварсене христианлăха явăçтарма 798 çулта Зальцбургра епискăплăх йĕркелеççĕ. 805 çулта çĕнĕ тĕне хаканĕ хăй те кĕрет.

Франксем патне пынă авар элчелĕхĕ пирки юлашки хыпарне 823 çулта çырнă. Империн патшалăх пухăвĕнче вăл франксем умĕнче малтан мăнаçлă паллă пулнă халăха кăтартса тăнă.

Çӳлти влаçа халăх пухăвĕпе суйланă хакан тытса тăнă. Хаканăн вырăн сыхлавçи тудун пулнă, вăл патшалăх пĕр пайĕн тăрăмĕ шутланнă, пулас, тата юкур (тĕп жрец). Хакан хушăвĕпе, çĕршыври парăмсене турхансем пуçтарнă. Турхана — иерархи пусăмĕпе — йăхсемпе ăратсен çулпуçĕсем пăхăнса тăнă. Йăх ертӳçин вырăнĕ кашни йăхăн та, хаканлăхăн пурнăçĕнче паллă шутланнă.

Хаканлăхăн хуçалăх йĕрки куçса çӳресе выльăх ĕрчетессинче тытăнса тăнă; çĕр ĕçлĕхĕпе аварсем ытлах аппаланман, пăхăнулла йăхсен пурлăх шучĕпе пурăннă. Аварсен чуралăх анлă сарăлман. VI ĕмĕрĕн вĕçĕнче аварсем 10 пине яхăн тыткăна лекнĕ çынна пурне те касса вĕлернĕ. Тата çакă паллă: Балкан çурутравĕнчи Среме вырăнĕнче пурăнакансем тепĕртакран ирĕклĕхе тухаççĕ.

VI ĕмĕр варринчен пуçласа висантисем хаканлăха ылтăнпа парăм тӳленĕ. Çул хушшипе ясак сумлăхĕ 80 пин, 599 çултанпа 100 пин ылтăн солида çитнĕ. Тепĕртакран çакă та çителĕксĕр пулать. VII ĕмĕр пуçламăшĕнче висанти императăрĕсем аварсене «лăпкăлăхшăн» çулсерен 120 пин солид тӳленĕ. 626 çулччен авар хаканĕ патне 6 млн. яхăн ылтăн солид ăсатнă, хальхипе çав шут 25 тоннăпа тан шутланать.

Ювелир япалисене аварсем питĕ лайăх ăсталанă. Аварсем шăмăран хитре япала касса кăларассипе ăста шутланнă, чаплă кавир, тĕрлев, пир-авăр хатĕрленĕ, кĕмĕлпе йывăçран ăсталаса илемлетнĕ. Европăра металпа капăрлатнă авар пиçиххине уйрăмах кăмăлланă. Аварсен ӳнерлĕхĕ, чылайăшĕпе, «скиф кайăк стилĕн» кăнарлăхĕн тăсăлăвĕ пулса его мелкой пластикой и стилизованными изображениями фантастических животных, как правило, в динамичных позах, среди которых часто встречается грифон. Тĕпчевçĕсем висанти сĕмĕ аварсен ахах-мерчен ăсталăхĕ çине куçнине палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшлĕ ĕнтĕ, археологсем тупнă артефактсене шута хурса, авар этеплĕхĕнче иран тата китай еренкисем курăнаççĕ. Аварсен ахах-мерчен ĕçĕн ăнăçлă аталанавĕ хаканлăхшăн кирлĕ пулнă, мĕншĕн тесен аварсем хăйсен аллинче пархатарлă металсенчен ăсталанă паха япала, çав шутра висанти вак укçи те, тытнă.

Хаканлăх эткерĕсен çар тумтирĕпе хĕç-пăшалне тишкерсе сăнасан, авар, герман тата висанти сĕмне асăрхама пулать, çак ĕнтĕ халăхлăх йăлине тĕрлĕ патшалăх йăли кĕнине кăтартать. Аварсен кӳпепе хӳтĕленнĕ çирĕп йĕркелӳллĕ каваллери хăватлă пулнă. «Рыцăрь» палăрту Европăна çак юланутсемпе çитнĕ. Европăна аварсемех пĕрремĕш тимĕр стременами тата пĕр енчен çивĕч хăйранă савăл-хĕçпе (клинок) — малтанхи хĕçпе — паллаштарнă.

Аварсем вăрçă тактикине монголсен кайранхи тапхăрĕнчи меслечĕсене кĕртнĕ: тăшмана вĕçĕмсĕр тапăнса пырса, çывăх çапăçăва йышăнмасăр («сиксе пырса каялла чакни») кĕрешни, пĕр харăс мăн ухăсенчен пени, хыççăн сасăртăк хăват хĕçпăшалланнă латăпа хӳтĕленнĕ юланутсене çар ĕçне кĕртнĕ — вĕсем тăшманăн йĕркелӳне çĕмĕрнĕ, кĕрешӳ кăмăлне хавшаклатнă. Çак ĕçсемпе пĕрлех чылай чух тăшмана çапăçу епле пынине ултавлă кăтартнă, хăйсем хавшакланса чакнине суя туса шантарнă. Висантисем тимлĕ çак меслетсене тĕпчесе вĕсен тупăçлăхне палăртнă, аварсенчен — хĕçпе хăват çапма май паракан, тата пĕтĕмллĕ каланипе, йĕнерте танăç ларма май паракан «революциллĕ» стременасене çеç мар, çаплах вĕсен çар йĕрки тĕсне (ун чух малта — çăмăл юланут ухăçсем  (çывăх çапăçăва хутшăнман «хĕртекенсем»), çаплах авар сăнисене с ремеными петлями и тата çăм хӳтĕлӳн хăш элеменчĕсене хăйсен çар хатĕрĕ шутне илнĕ. Кунсăр пуçне, вăрман-шурлăх çапăçăвĕнче аварсем славян пехотипе усă курнă.
Аварсен виç кĕтеслĕ çинçе вĕçĕллĕ çĕмренĕсем 500 метртан персе вĕлерме, 200 метртан металл кӳпесене е хулăм вăкăр тирне витĕр шăтарма пултарнă. Авар ухăçисем пĕр минутра 20 çĕмрен пеме пултарнă.




#Article 824: Артамонов Михаил Илларионович (430 words)


Артамонов Михаил Илларионович, — совет тапхăрĕнчи чаплă археолог, историк. 1898 çулхи чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Тĕвер кĕпернине кĕрекен Весьегонск уесĕнчи Выголовăра çуралнă. 1972 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ленинградра вилнĕ. 

Çĕр ĕçлекен çын çемйинчен тухнăскер. 1913 çулта Хулари тăватăкласслă каçхи училищĕнче вĕренсе тухнă. 1914—1916 çç. каçхи курсĕсенче вĕреннĕ. 1917 пуçламăшĕнче ăна çара хĕсмете илнĕ. Кăмăла хăпартсах 1917 çулхи Февраль революцине кĕтсе илнĕ. 1917 ç. пуш уйăхĕнче Совета салтак депутачĕсен Канашĕн членĕ пулать, хыççăнах хăй ирĕкĕпех фронта кайнă. Анăç Двина çинчи çапăçусене хутшăннă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче М. И. Артамонов вăхăтлăха ЛПУ-н археологи кафедрин ертӳçи вырăнне ĕçленĕ, 1949 çулхи нарăс уйăхĕнче ЛПУ-н археологи кафедрин ертӳçи пулса тăрать. Пĕр вăхăт  вĕренӳ ĕçĕсемшĕн проректор пулса ĕçлет, 1950 çулхи кăрлач — çу уйăхĕсенче ректор ĕçĕсене туса пынă.  1949 — 1951 çулсенче Атăл-Тан тăрăхĕнчи çĕнĕ çурт-йĕр тăвас  çĕрсене кунчен пачах пулман çав тери анлă экспедици пуçтарса,  Цимлян шывуправ тĕпне тĕпчеме хатĕрленнĕ. 

Ĕçрен кăларсан (1964) пĕтĕм вăйне, вăхăтне ЛПУ-н истфакра, вĕрентӳ ĕçне парать. М. И. чăн тĕпчевçĕ пекех, ĕç сĕтелĕ умĕнче статьяна çырсах вилĕме кĕтсе илет. 

М. И. Артамоновăн çав тери анлă тĕпчев кăсăклăхĕсем пулнă, малти  бронзă тапхăрĕнчен пуçласа Вăтам ĕмĕрсемчен. Çав тĕпчев ĕçĕсене вăл пĕр харăсах тенĕ пекех аталантарса пынă. Унăн чи чаплă çитĕнĕвĕ Тухăç Европăри çеçенхирсен вăтам ĕмĕрсенчи малти тапхăрĕнчи историне аталантарнă: куçса çӳрекен йăхсен тĕпленсе пурăнма тытăнни, политогенез ыйтăвĕсем. Çак тĕпчевсенче тĕп вырăна хасарсен историйĕ йышăнса тăрать. Çак ĕçсене тĕпчевçĕ хăй тĕллĕнех, ним çук çĕртенех хăпартса, археологи енчен те, унта вăл чи пĕрремĕш утамçă пулнă, çыруллăх историйĕ енчен те тишкерме тапратнă. Археологи алтăвĕсене ирттерсе тата чылай массивлă истори çăлкуçсемпе литературăна пăхса тухса, Артамонов тĕнчере пĕрремĕш Хасар хаканлăхĕн историн системлă куçлавне çырнă. «История СССР с древнейших времён до образования древнерусского государства» (1939) кĕнекинче вăл Хасари СССР халахĕсен историнче паллă вырăн йышăннине ĕненмелле кăтартнă. 

Вăрçă хыççăнхи çулсенче «космополитлă» тĕнче курăвлăхĕсемпе çапăçнă чух Артамонова унăн шухăш-ăнланăвĕсемшĕн совет ертӳçĕсенчен тата юлташ тĕпчевçĕсенчен хытă ятлав лекнĕ.  Монографие пĕтĕмĕшле калапăшĕпе пичетлесе кăларасси 1962 çулта çеç пурнăçа кĕнĕ. Кун хыççăн ĕнтĕ хасарсене тĕпчес ĕçе çав тери тиркенине пĕтернĕ, çак тĕпчев ярăвĕ илпеклĕ аталанма тытăннă. Артамонов скифологи тĕпчевне тепĕр хут чĕрĕлтерес ĕçе сахал мар вăй хунă. Çаплах унăн славян-вырăс аваллахĕсемпе кăсăкланни этногенез, славянсен пурăну çĕрĕсене, авалхи вырăс ӳнерлĕхĕ ыйтăвĕсене çĕнĕрен хăпартнă. Артамонов хытса ларнă догмасене пăханса ĕçлемен. Славян проблематикипе вăл вилес умĕн «Первые страницы русской истории в археологическом освещении» çырса хунă, анчах та ытла хыта хăюллă пĕтмлетĕвĕсене пула ăна 1990 çклта кăна пичетленĕ.

Ленин  орденĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе медальсем.

Темиçе вун статьясемпе монографисен авторĕ, 30 чылай археологи экспедицисен ертӳçи. Нумай ăру-тĕпчевçĕсене ăс парса çитĕнтернĕ, вĕсен хушшинче чи паллисем: С. А. Плетнёва, Л. Н. Гумилёв, А. Д. Столяр, И. И. Ляпушкин, А. В. Гадло.




#Article 825: Сăр районĕ (109 words)


Сăр районĕ — Чĕмпĕр облаçĕн районĕ, çурçĕр-анăç енче вырнаçнă.

Район шутне 61 ял кĕрет. Районăн тĕпĕ — Сăр ятлă хула евĕрлĕ посёлок, ĕлĕкрех вăл Промзино ятпа паллă пулнă. Промзино Чĕмпĕр кĕпернин Улатăр уесне кĕнĕ, ăна 1552 çулта никĕсленĕ пулнă. Çапла вара вăл облаçри чи авалхи ял-хула вырăнĕ пулма пултарать. Сала ячĕ вара Промза шывĕнчен куçнă. Совет тапхăрĕнче ăна хальхи ята панă.

Район территорийĕ — 1688,0 çм², ку облаçăн 4,5% пулать. 2002 çул пуçламăшĕ тĕлне районта 23,5 пин çын пулнă, вĕсен шутĕнче вырăссем — 87% ытла, мăкшăсемпе ирçĕсем — 5% ытла, чăвашсем — 4% яхăн, тутарсем — 1%. Районта 6 чăваш, пĕр тутар ялĕ пур, пиллĕкĕшĕнче ытларах мордва халăхĕсем пурăнаççĕ.




#Article 826: Улатăр уесĕ (218 words)


Улатăр уесĕ, — Чĕмпĕр кĕпернийĕн пайĕ, çурçĕр-хĕвеланăç енче вырнаçнă пулнă.

Уес лаптăкĕ — 4832,1 тăваткал çухрăм, е 503 312 теççетин. Уес тавралăхĕ тӳрĕ, кăнтăр енче кăна сăртсем курма пулать. Сăр юханшывĕ уеса икĕ пая пайлать. Юханшыв уес тăрăх 250 çухрăм юхать. Юханшывăн сылтăм енчи çыранĕ хăйăрлă та тăмлă, вăрмансем нумай. Вăрманĕсенсенче ытларах енĕпе лăсăллă йывăçсем ӳсеççĕ. Юханшывăн сылтăм енче ялсем те сайра хутра çеç тĕл пулаççĕ. Сăрăн сулахай енче ялсем ытларах тĕл пулаççĕ, çĕрĕ те кунта лайăхрах, хура тăпраллă. Уес тăрăхĕнче Сăр тăрăх караппа çӳреме пулать. Уес тăрăхĕнче Сăр шывне нумай пĕчĕк юханшыв юхса кĕрет — Барыш, Кире, Мăн тата Кĕçĕн Сарка, Улатăр. Ку пур юханшыв тăрăх та карапсем ишеймеççĕ.

Уес XX вулăсран тăрать:

Халăх ытларах енĕпе тыр-пул акнă. Çĕр ĕçтешсем ытларах ыраш (51%) акаççĕ, çавăн пекех тулă, сĕлĕ ӳстереççĕ. Тырă ăнса пулнă çулсенче ытлараххине Сăр тăрăх илсе кайса сутаççĕ.

Фабриксемпе заводсен шучĕ 18. Ытларах пайĕпе — армансем. Пĕр йывăç касакан завод тата пĕр картон фабрики пур. Ытларах пайĕпе кунта çынсем урапасем, кустăрмасем хатĕрлеççĕ. Çавăн пекех çынсем пир тĕртеççĕ, çăматă йăвалаççĕ.

Суту-илӳ тăвакан чи пысăк вырăнсем — Промзино-Хулаш, Пăрачкав.

Земство 1901 çулта 168 865 тенкĕ тупăш илнĕ, 163 678 тенкĕ тăкакланă. Тăкаксенчен 18 117 тенкĕ вĕрентме уйăрнă, 57 888 тенкĕ — пульницасене.

Пуçламăш шкулсен шучĕ — 72, вĕсенчен земствăна пăханакансен шучĕ — 36. 2 пульница, 6 фельдшер пункчĕ.




#Article 827: Щусев Алексей Викторович (128 words)


Щусев Алексей Викторович, — вырăс архитектор. 1873 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Кишинёвра çуралнă. 1949 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.

Амăшĕ — Мария Корнеевна Зозулина (хĕр чухнехи хушамачĕ), ашшĕ — Виктор Петрович Щусев. 1891-1897 çулсенче Л. Н. Бенуапа И. Е. Репинăн Ӳнер Академийĕнче вĕреннĕ. 1895 çулта Д. П. Шубин-Поздеев генерал вилни çинчен илсен унăн арăмĕ патне никамран та сĕнӳ илмесĕр эскизпа пынă, упăшкин вил тăпри çинчи палăкне ăçталама ăна хушма ыйтнă. Çапла вара Александр-Нева лаврĕнче тăваткал часовня вырнаçнă.

Вăрçă хыççăн Щусев Мускавра археологи музейне йĕркелет те мĕн виличчен унăн директорĕ пулса ĕçлет. Çак çулсенче вăл вăрçă хушшинче самай арканнă хуласене çĕнĕрен çĕклеме пулăшать.

Алексей Щусев 200 ытла ăслăлăх ĕçĕсемпе статьясем çырнă. 

Мускаври Хусан вокзалĕ те унăн ĕçĕ. Совет союзĕн ытти хулисенче те нумай вокзалсене проектланă.




#Article 828: Тунис (135 words)


Тунис, — Вăтаçĕр тинĕсĕ хĕрринче вырнаçнă Çурçĕр Африкăри патшалăх. Анăçпа кăнтăр-анăç енчи чикки Алжирпа юнашар иртет. Кăнтăр-тухăç чикки Ливипе юнашар вырнаçнă. 

Патшалăхăн пĕрре виççĕмĕш пайĕ Атлас тăвĕсем йышăнаççĕ. Ытти çĕр çинче пушхирпе саваннăсем вырнаçнă.

Тунис çĕрĕсем Рим империйĕ шутне кĕнĕ. Ку çĕрсем çинче малтан берберсен ялĕсем вырнаçнă пулнă. VII ĕмĕрте ку тăрăха арапсем килсе çитеççĕ те ислам тĕнĕн тăваттăмĕш хулине (Мекка, Медина тата Иерусалим хыççăн), Кайрауна, никĕслеççĕ. Каярах Тунис Осман империне кĕме пуçланă. XIX ĕмĕрте французсен колони империйĕ шутне кĕрет.

Тунис 24 вилайетран тăрать. Вилайечĕсем вара 262 мутамадията, вĕсем хăйсем вара шайхатсем çине пайланаççĕ.

Патшалахăн 98% — арапсем. Халăх йышĕнчен 1% — берберсем. Юлашки вăхăтра Тунисра ача çуратасси чака пуçланă. Вăтамран пĕр хĕрарăм 1,75 ача çуратни арап патшалăхĕсен хушшинче чи пĕчĕк кăтарту шутланать. 

Халăхăн ытларах пайĕ, 98% ислам тĕнне ĕненеççĕ. Католиксен шучĕ те кăштах пур.




#Article 829: Арап чĕлхи (171 words)


Арап чĕлхи, — афроази чĕлхисен семит ушкăнне кĕрекен чĕлхе. 

Ку чĕлхепе калаçакансен йышĕ 250 млн яхăн. Çыруллăхĕ арап çыруллахĕ çинче никĕсленет. Алжир, Бахрейн, Египет, Анăç Сахара, Иордани, Ирак, Йемен, Катар, Кувейт, Ливан, Ливи, Мавритани, Марокко, АПЭ, Оман, Палестина, Сауд Аравийĕ, Сири, Судан, Тунис патшалăхĕсенче ку чĕлхепе халăхăн ытларах пайĕ калаçать. Израильпе Иранра та калаçакансен йышĕ пысăк. 

Ку чĕлхе нумай патшалăхра официаллă челхе шутне кĕрет: Алжир, Бахрейн, Джибути, Египет, Анăç Сахара, Израиль, Иордани, Ирак, Йемен, Катар, Комор утравĕсем, Кувейт, Ливан, Ливи, Мавритани, Марокко, АПЭ, Оман, Палестина, Сауд Аравийĕ, Сири, Судан, Тунис, Чад, Эритрея.

Хальхи арап чĕлхи пилĕк диалект ушкăнĕ çине пайланать. Чĕлхе пĕлĕвĕ тăрăх вĕсем уйрăм чĕлхесем шутланмалла:

Пĕрремĕш ушкăн анăç енчисем шутне, ыттисем вара хĕвелтухăç енчисем шутне кĕреççĕ. Литератури чĕлхи пĕрре. Диалексенчен хăшĕ-пĕрисем ыттисенчен питĕ вăйлă улшăнса тăнăран калаçакансем пĕр-пĕрне ăнланманни те тĕл пулать.

Арап çырăвĕнче сылтăмран сулахаялла çыраççĕ. Пайăр ятсене тата предложени пуçламăшĕнчи саспаллисене пысăкран çырмаççĕ. Пунктуаци паллисене çавăрса çыраççĕ.

Арап чĕлхинче виçĕ падеж: тĕп, камăнлăх тата айăплав, виçĕ уçă сасă: а, у, и, аль артикльпа, çуклăх форми ля префикспа.




#Article 830: Ааре (юханшыв) (140 words)


Ааре, — Рейнăн чи пысăк сулахай юппи. Таршшĕ — 295 çухрăм, шывĕ 17,8 пин çх2 лаптăкран пухăнать. 

Çалкуçĕ Берн Альпĕнчи Оберглетчер пăрлăхĕнче вырнаçнă. Малтанхи юхăмра ытти Альпри юханшывсенчен уйрăлса тăмасть — пусахасем, шыв сиккисем нумай. Темиçе пăрлă кӳлĕ урлă юхса тухать, вĕсенчен чи пысăкки — Кримçĕл. Аялараххи юхăмра кимĕсемпе ишме юрăхлă. Малалла юханшыв Бриенцпа Тун кӳллисем урлă, Биль кӳллипе юнаша юхса иртет. Биль кӳллипе юханшыва каналсемпе сыпăнтарнă. Берн хули тавра пысăк кукăр тăвать. Каярах Швейцари плати тăрăх юхса Рейна кĕрет. 

Ааре пăр ирелнĕ шывпа тата юр шывĕпе тулать. Çумăр шывĕпе те чылай тулать. Час-часах юханшыв çыранĕнчен тухни пулать, ун чухне вара вăл хăйĕн шывĕпе пĕрле пылчăкпа чул чылай юхтарса антарать. 

Юханшыв çинче икĕ шывуправĕ вырнаçнă: 

Чи пысăк юпписем: Рейспа Лиммах (кусем сылтăммисем пулаççĕ), Сарин (сулахай юппи).

Юханшыв хĕрринче Берн хули вырнаçнă. Çавăн пекех унăн хĕрринче Аарау, Золотурн, Биль хулисем лараççĕ.




#Article 831: Пăрачкав (235 words)


Пăрачкав, Părackav — Чăваш Енри Пăрачкав районĕн тĕпĕ. Ял Сăр юханшывăн хĕрринче вырнаçнă.

Пăрачкавра вăтам шкул, профессипе техника училищи, лаша спорчĕн шкулĕ, ача-пăча ӳнер шкулĕ, историпе тăван ен тĕпчев музейĕ, 2 вулавăш, культура керменĕ ĕçлет.

Пăрачкава Хаяр Йăван Хусана илнĕ хыççăн никĕсленĕ. 1591 çулхи çулçырăвĕ тăрăх паллă ĕнтĕ, Мускав патшалăхĕнче пăлхав çĕкленнĕ. Пăлхава пусарнă хыççăн 500 патнелле кнеçе, пуяра тата ытти сумлă çынсене пушă çĕрлĕ Сăр тăрăхне хăваласа янă. Çамккисем çине паллă лартнă пулнă — ыттисем çав йĕксĕк ĕçе хутшăнасран хăраччĕр тесе. Çав çамка çинчи паллăсем пирки малтан яла Лобачёвка (Çамкакасси) ят панă пулнă.

Каярах ку вырăна ытти çынсем пурăнма киле пуçланă — мăкшăсем, тутарсем, чăвашсем. Ял урамĕ тăсăла-тăсăла юханшыв хĕррине çитнĕ. Çынсем яла вара «по реце» (хальхи , () теме пуçланă. Çапла вара ял ячĕ те улшăннă.

Историллĕ хутсенче яла пĕрремĕш хут 1616 çулта асăннă. Çур ĕмĕр иртсен вăл вулăс тĕпĕ пулса тăнă. Крепăç правине пăрахăçличчен ку çĕрсем пĕр хуçаран тепĕр хуçана куçса пынă. Малтан А.Сицкий кнеçĕн çĕрĕ пулнă, каярах Морозовсемпе Нарышкинсен пултаруллă пуярсен.

Вăхăт иртсен вăл Анна Иоановна патша майри юратнă Салтыков графа лекнĕ. Темиçе çул хушши ку çĕрсем çинче I-мĕш Пётр ывăлĕ, Алексей тикки хуçаланнă. Юлашки вăхăтра ку çĕрсем П. Мятлев аллинче пулнă.

Пĕррехинче Пăрачкаври Кожин А.А. çĕр айĕнче пурлăх шыраса тупнă. Пер самантра пуйса кайнăскер вăл кивĕ йывăç чиркӳ вырăнне чулран чиркӳ тума шутланă. Çапла вара Пăрачкавра 1723 çулта Троица соборне хăпартнă.

Ялта вырăсла «Порецкие вести» (Пăрачкав хыпарĕсем) хаçат тухса тăрать.




#Article 832: Ормус пырĕ (103 words)


Ормус пырĕ, — Оманпа Перс кӳлмекĕсене çыхăнтаракан стратеги енче питĕ пĕлтерĕшлĕ шыв пырĕ. Çурçĕр енчи çыранĕ Иран çĕрне тухать, кăнтĕр енчи Пĕрлешӳллĕ Арап Эмирачĕсен тата Оман анклавĕн шутланать.

Пыр таршшĕ 195 çухрăм. Чи ансăр вырăнĕн сарлакăшĕ — 54 çухрăм. Тарăнăшĕ 229 метр таран çитет. 

Ячĕ Ормус утрав ятĕнчен пулнă. Утрав ячĕ епле пулса кайни пирки икĕ шухăш пур. Ытларах паллăрах шухăш — перссен Ормуст (هرمز) ятлă Турă ятĕнчен пулнă тесе шутлаççĕ. Ăсчахсен, историксен тата чĕлхеçĕсен шухăшĕ урăхларах. Вĕсем утрав ячĕ Hur-mogh сăмахран пулса кайнă тесе шутлаççĕ. Ку сăмаха чăвашла «финик пальми» пулать. Вырăнти Хормуспа Минап диалексенче халĕ те ку утрава хормус утравĕ теççĕ.




#Article 833: Маскат (105 words)


Маскат () — Оман султаначĕн тĕп хули. Ку хулара Маскат минтакин администрацийĕ вырнаçнă. 

Авалхи вăхăтра Маскат ладан çулĕ çинче вырнаçнă пулнă. Ун пĕлтерĕшĕ пысăк пулман. XVI ĕмĕрте ку çĕрсене португалсем тытса илнĕ хыççăн унăн пелтерĕшĕ самай ӳснĕ. Европăри суту-илӳ факторийĕпе складсем 1649 çулччен кунта вырнаçнă пулнă, кайран вара хулана Оман шейхĕ тытса илнĕ. Оман патшин çĕрĕсем кăнтăр еннеле Мозамбик таранах çитнĕ пулнă. Укçа-тенкĕ енчен патшалăх чурасене сутса пуйса пынă. 1803 çулта ваххабитсем тапăнса кĕнĕ, Оман султанĕ вĕсене çĕнтернĕ.

XIX ĕмĕр варри тĕлне чурасене сутасси саккуна хирĕç ĕç пулса тăнă, çапла вара хула шайĕ чака пуçланă. Султан та хулана парахса кайнă, тĕп хула Занзибар пулса тăнă.




#Article 834: Гагаузи (209 words)


Гагаузи (гаг.: Gagauz Yeri - «Гагауз çĕрĕ»), — Молдавин кăнтăрĕнчи автономлă çĕр. Ку автономине референдум ирттернĕ хыççăн çурри ытла гагаузсенчен тăракан ял тăрăхĕсенчен никĕсленĕ. Референдумпа вăл ялсенчи халăх автономине кĕме килĕшнĕ. Тĕпхули Комрат.

Официаллă чĕлхесем молдавипе гагауз чĕлхисем. Унсăр пуçне тăтăшах румын чĕлхипе тата вырăсла калаçаççĕ.

Гагаузире 55 шкул, педагогика коледжĕ, Комрат патшалăх университечĕ пур. Турци Тĕрĕк культура центрне (Türk İşbirliği Ve Kalkınma İdaresi Başkanlığı) тата Тĕрĕк вулавăшне туса хунине тӳленĕ. 

Гагаузин 451 çухрăм çул пур, унтан 82 % асфальтланă. Турци Гагаузи çул-йĕрне йĕркелемешкĕн Молдавине 35 миллион доллар кивçĕн панă.

Гагаузи автономине Молдави конституцийĕпе гарантланă, ăна 1994 çулхи Гагауз Автономийĕ саккунĕпе йĕркеленĕ. Молдави Румынипе пĕрлешес тейĕç пулсан, Гагаузи хăй шут тытне тăвас ирĕк пама сăмах панă Молдави.
Гагауз халăхĕн пухăвĕн (Adunarea Populară; гагаузла: Halk Topluşu) гагаузсем пирки саккун тăвас мандат пур. Ăна вĕрентӳ, культура, вырăнти аталану, бюджет, налук, социллă хăрушсăрлăх, территори администрацийĕ енчен ыйтăвĕсем йышăнаççĕ. Тата Халăх пухăвĕн икĕ ятарлă вăй пур: Молдавин шалтипе тулти политикине тăвассине хутшăнма пултарни тата енчен килĕшӳсĕр пулсан, вăл Молдави Конституци Судне тӳррĕн пыма пултарать.

Чи çӳлли Гагаузи кĕппĕрнаттăрĕ (молд: Guvernatorul Găgăuziei; гагаузла: Bashkan). Ăна тăватă çуллăха суйлаççĕ. Кĕппĕнаттăрĕ майĕпе пур уççăнлăх кĕлеткесем ĕçлеççĕ. Вăл Молдави республики правительстви чĕленĕ. Гагаузи кĕппĕрнатарĕ пулас тесен гагаузла лайăх пĕлмелле, молдави гражданинĕ тата 35 çул е ытларах пулмалла.




#Article 835: Юкио Мисима (651 words)


Юкио Мисима (яп. 三島 由紀夫, Мисима Юкио), чăн ячĕ Кимитаке Хираока (яп. 平岡 公威, Хираока Кимитаке) — чаплă яппун çыравçи, драматург. 1925 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче Токио (Япони) хулинче çуралнă. 1970 çулхи чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче вилнĕ. 

Мисима кĕнеке нумай вулать. Ятарлă шкулта вĕренĕве чи лайăх паллăсемпе вĕçлет, Япони императоре аллинчен кĕмĕл сехете илме тивĕçет.

Юкио Мисима 1925 çулта кăрлач, 14 Азуса Хираока патшалăх чиновникĕн çемйинче çуралнă. Унăн амăшĕ Шизуэ ятла пулнă. Мисима ашшĕ, Токио императорăн университетĕнче юридици факультетĕнчен питĕ çӳллĕ паллăсемпе вĕренсе тухнă, хыççăнах çӳллĕ шайри чиновниксем валли патшалăх экзаменне тытнă, анчах та çынсем пĕр-пĕрин хушшинчи курайманлăх пирки тата интригăсене пула Финансă министерствине куçас вырăнне Ял, вăрман тата пулă хуçалăх министерствине ĕçе кĕнĕ. Вăл кунта Японин пулас премьер-министрĕ Нобускэ Киси те ĕçленĕ. Аслă ывăлĕ Кимитаке хыççăн 1928 çулта çемйере кĕçĕн йăмăкĕ Мицуко, 1930 çулта пиччĕшĕ Чиюки çуралнă. Мисимăн аслашшĕ Кăнтăр Сахалинăн кĕпернетĕрĕ пулнă.

Ашшĕн çирĕп кăмăлне сума сунса, Мисима Токио университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕнĕ, нимĕç правине тинкерсе тĕпченĕ. Ку вăхăта çыравçăн чун кăмăлĕ нимĕç романтисăм юхăмĕпе аташнă, каярахпа ĕнтĕ çак хăвал туртăмĕпе вăл Томас Манн хайлавĕсен, Фридрих Ницше философийĕн илемлĕхĕпе тарăннăн паллашнă.
Çурла, 15, 1945 çулта Япони капитуляци йышăннă —çакăнпа Лăпкă океанри вăрçă вĕçленнĕ. Ку хурлăхлă самантра чылай çын сарăмсăр хăйсем çине ал хунă, вĕсем шутĕнче çурла, 19 Малайзире лейтенант, вăрçăччен литературă критикĕ, Земей Хасуда, пăшалпа перĕнсе вилнĕ. Мисима чун-хавалтан ăна вĕрентӳçи вырăнне хурса ăмсаннă пулнă.
Юпа, 23 тиф амакĕпе тертленсе 17 çулхи йăмакĕ — Мицуко — куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать. Çак вăхăтрах Мисима хăйĕн пĕрремĕш юратăвĕпе — Кунико Митани уйрăлнă. Кунико ашшĕ япони патшалăх дипломачĕ — Таканобу Митани, пиччĕшĕ — Макото Митани — Мисимăн чи çывăх юлташĕ пулнă. Кайран Кунико банкра ĕçлекен çынна качча тухать, Джунда Аюгава япун усламçин аккăшĕ пулать. Кунико тата Макото Митани «Питлĕхĕн çылăх каçарттăвĕ» романĕнчи Соноко тата Кусано сăнарĕсенче шăранса тухаççĕ.

Мисима 1947 çулхи кăрлачра Осаму Дазайпа Кацуичиро Камей пуçтаракан пухусене çӳрет. Каласа панă май, пĕррехинче Дазай пултарулахĕ килĕшменни пирки Мисима ытла та тӳррĕн пĕлтерет. Дазай, хăйне çакăн пек чарсăр палăртнипе тĕлĕнсе кайнăскер, Мисимăна çапла: «Кунта килетĕн пулсан, эсĕ манăн кĕнекесене кăсăкланмасăрах вуламастăн пулĕ», — тесе яваплать. Ун чухнех çавăнта пулнă Казуо Нохара Дазай сăмахĕсене çапла та юптарса парать: Килĕшмест пулсан, малашне эс кунта ан çӳре.

Çут тĕнче тавралла çулçӳревĕ Мисимăшăн питĕ уçăмлă пулса тухнă, вăл унта пĕтĕм чун-чĕрипе, кĕлетки-ӳт-тирĕпе хĕвел çути пархатарне çĕнĕрен тепĕр хут туса илет, çак çĕнĕлĕх ĕнтĕ малашне унăн литературă ĕçĕсене палăртса ярать. Японие таврăнсан, 1955 çултан пуçласа вăл хăйĕн ӳт-пӳне урăхлатма тытăннă, бодибилдингпа хăтланать. Çав вăхăтрах Мисима, классикăллă япун литературин йăлипе кăсăклана (уйрăмах ăна Мори Огай пултарулăхĕ илĕртнĕ), хăйĕн çыру стильне те улăштарать. Çакăн пек ик енлĕ улшăнăвĕ (Мори Огайпа Томас Манн вăйăмĕсемпе Мисимăн çыру тĕкĕ айĕнчен «Ылтăн кермен» роман (1956) шăранса тухать. Роман тĕпне Кинкакуджи хăрамне çамрăк монах çунтарса янине хурса эрешленĕ. «Ылтăн храм» çыравçăн пултарулăхĕн тӳпи пулса тăрать, япун литературин тĕнчере чи вуламăшлă кĕнеки шутланать.
Çак çулсем Мисима ĕçĕсемшĕн пархатарлă тапхăр пулать. Малтан вăл Камисима утравĕн (Миэ префектури) çутçанталăк сăнлăхĕ илемлĕхĕнче «Дафнис тата Хлоя» грек классики çийĕн «Шыв çаппи шавĕ (Шум прибоя)» (1954), хыççăн «Тăсăлу çуркунне» (1956) тата «Чӳхĕннĕ ырăлăх» (1957) романĕсем бестселлерсем пулаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çав тери чапа тухаççĕ, кинофильмсем çапса кăлараççĕ. Мисима япун литературин паллă çыравçи пулса тăрать. Çав хушăрах, хăйĕн темĕн тĕрлĕ талантне кăтартса, Мисима драматурги жанрĕпе тăрмашма тытăнать, Но театăрĕ валли çырать, кайран, «Бунгакуза» театăрĕнче хăйĕн пьесисене лартса кăтартать, хăй те спектакăлĕсенче вылять.

Çапах та, Мисима аллисене усса ямасть. Вулакансем «Кĕко килĕ» хыççăн «Ӗçкĕ-çикĕ хыççăн» (1960), «Япшар çăлтăр» (1962), «Пурçăн тата витĕркурăмлăх» (1964) романсемпе повеçсем, «Вунă пин иенă хакĕллĕ Сенбей» (1960), «Аттелĕх» (1961), «Хĕç» (1963) новеллăсем, «Розăсемпе аскăнчăксем» (1958), «Тропик йывăçĕсем» (1960), «Хавас кӳрекен Кото» (1963) пьесăсем тата ытти çыру ĕçĕсем пичетлесе кăларать.

Мисима харпăр пурнăçĕнче те улшăнусем пулаççĕ. 1958 çулта вăл япун ӳнерçин Ясуши Сугияма хĕрне — Йоко Сугиямăна качча илет.

Çак çулсенче Мисима «Аттелĕх» (1965) çырать, театăрта (хăйĕ те тĕп сăнарне уçса вылять) лартать, «Паттăр чунĕсен сассисем» (1966) тата «Ыткăн утсем», «Илпек тинĕсĕ» романăн иккĕмĕш томĕ (1967-1968), çаплах та ытти ĕçĕсем те куçа çитеççĕ.




#Article 836: Коньсковола (173 words)


Kоньсковола (пол. Końskowola) — Польшăн кăнтăр-тухăçĕнчи чиркӳллĕ ял. Вăл Люблин воевотствинчи Пулав повечĕн Kоньсковола гминĕн административлă тĕпĕ шутланать. 

Коньсковола Люблинпа Пулав хушшинче вырнаçнă. Юнашарах Курув — чиркӳллĕ тепĕр ял ларать тата Курувка шыв юхать.

Халăх йышĕ: 2004 çулта 2188 çын.

Яла XIV ĕмĕрте Витовска Вола ятпа никĕсленĕ, каярахпа Конинскавола пулнă, хальхи палăртăвĕ XIX ĕмĕрте тин çирĕпленнĕ.

Коньскавола çумри çĕрсемшĕн апат-çимĕç сутă-илӳ пасарĕ пулнă,кунтах темиçе текстиль фабрики ĕçленĕ. Ӗçлеме çынсем хулана Польшăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен тата Саксонинчен куçса килнĕ.

Польшăна виççĕмĕш хут аркатса пайланă хыççăн, Коньскавола 1795 çулта Австри айне лекет. 1809 çулта Варшава херцăклăхĕ (1815 çулта Польша Патшалăхĕ ята куçнă) шутне кĕнĕ. 1863 çулхи Польша пăлхавĕ хыççăн, 1870 çулта Коньсковола пĕтĕмлĕхпех хула статусне алран кăларса ӳкерет. Раççейри 1905-1907 революци вăхăтĕнче кунта нумай пĕрлĕхлĕ демонстраци, забастовкă ирттернĕ. 1918 çултанпа каллех Польшăна таврăнать.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăшĕнче, 1939 çулхи авăн, 15, Коньскаволăна Германи оккупациленĕ. Çак вырăнта çартыткăнĕсен лагерьне йĕркеленĕ, ăна тепĕртакран пăсса янă, ун вырăнне концентраци лагерьне туса хунă, вăл вара 1943 çулчен тытăнса тăнă. Кунта ĕнтĕ хĕстерсе тытнисене вырăнти фермăсенче Германишĕн ĕçлеттернĕ тата çулсем тутарнă.




#Article 837: Фрэнсис Фукуяма (113 words)


Фрэнсис Фукуяма (акăлч. Francis Fukuyama), — паллă американ философĕ, политикă экономисчĕ, çыравçă. 1952 çулхи юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чикагăра çуралнă.

Фукуяма. Бакалавр степĕнне Корнелльском университете (штат Нью-Йорк) вĕренсе илнĕ, каярахпа — политикă наукисен тухтăрĕн степĕнне Гарвард университетĕнче тивĕçĕннĕ. 1979—1980, 1983—1989 тата 1995—1996 çулсенче Калифорнире Rand Corporation тĕпчев тĕпĕн политикă наукисен департаментĕнче ĕçленĕ. 1981—1982 тата 1989—1990 çулсенче АПШ-ан патшалăх департаментĕнче политикăна палăртса хуракан уйрăмĕнче (малтан Малти Хĕвелтухăçра, кайран Европăра) тăрмашнă. 1996—2000 — Вашингтонри Джордж Мейсон университетĕнче халăх политикин профессорĕ вырăнне йышăнса тăрăшнă. 2001—2005 — АПШ президенчĕн канашĕн биоэтикă ĕçĕсемшĕн членĕ пулнă.

Халĕ Джон Хопкинс университечĕ çумĕнчи Тĕнчери тарăн тĕпчевĕллĕх Шкулĕн  (SAIS) профессорĕ, çаплах тĕнче аталанăвĕ программин SAIS  ертӳçĕ тата «Американские интересы» журналăн редакци канашĕн пуçлăхĕ.

 




#Article 838: Словио (197 words)


Словио — шутласа кăларнă чĕлхе, ăна Славян чĕлхисемпе калаçакансем валли хатĕрленĕ. Никĕслекенĕ — Марк Гучко лингвист.
 
Кириллицăна усă курма çыруллăхăн икĕ тĕсне шутласа кăларнă: « ЙА тĕсли» тата « Я тĕсли». Словио чĕлхинче кириллицăпа мĕнле çырмаллине уйрăм йĕркелесе хуман, çавăнпа вăл ытларах вырăс граждан шрифчĕн адаптацийĕ шутланать. Хăй Марк Гучко «ЙА йĕркипе» усă курать.
q сас паллине словио чĕлхинче мĕн енпе çырассине палăртман, çавăнпа ăна çемçе симвăл «Ь» вырăнне лартма юрать. Тĕслĕх: коньяк — konqak. Çемçе/уйăракан паллă вырăнне апостроф (') та лартма пулать, анчах ку аванах пулмасть.
Словио пĕрмаях аталанса хушăнса ӳсет. Ака, 1 2007 çултанхи словио версийĕ — 2.74k.

Грамматика словио логикă енчен ансат. Лексики пĕрлĕхлĕ славян сăмахĕсенчен тытăнса тăрать.

Çыруллăхра кириллицăпа та, латиницăпа та усă курма юрать:

а б в г д е ё ж з и й к л м н о п р с т у ф х ц ч ш щ ъ ь э ю я (вырăс чĕлхинчи пекех вуланаççĕ)
a b c cx d e f g h i j k l m n o p r s sx t u v z zx (cx = ч, sx = ш, zx = ж)

Хăш-пĕр сасăсемшĕн хушăм латиницăллă сас çыххисемпе усă кураççĕ:




#Article 839: Европа кун-çулĕ (1255 words)


Ку статьяна Европа континенчĕн кун-çулĕ çинчен.

Европа чылай хушă çынсемсĕр пулнă. Регионăн кăнтăр-анăç айккинче, Грузире (Дманиси) авалхи çынсен кĕлетке шăммисене тупнă. Кунта çавсем 1,8 миллион çул каялла пурăннă пулать, Homo habilisпе Homo erectus куçу варринчи формă. Каярахпа вĕсем Азин пĕтĕм кăнтăр çĕрĕсенче саралнă. Çак формăна уйрăм тĕспе — Homo georgicus палăртнă, тĕпчевçĕсем кăтартнă тăрăх, пĕтĕм шăмăсем пĕр популяции шутне кĕрекен çынсен пулаççĕ.

Çын Европăна ăçтан килни тĕплĕн пĕлмеççĕ. Европа этемлĕхĕн çуралнă вырăнĕ марри çеç паллă. Тĕрлĕрен версисем тăрăх, пĕрремĕш гоминидсем Европăна Индирен килнĕ. Çапах та тĕрĕс пулăмлăрах гипотеза тесе гоминидсем Европăна Африкăран Малти Ази витĕр çитнĕ теççĕ. Çавăн пекех пĕр умĕн кăтартни тăрăх, çак куçу виллафранк вăхăчĕн варринче пулса иртнĕ.
Чăннипех Европăна гейдельберг çынĕ тата унăн тӳрĕ тăхăмĕ — неандерталь çыннин пурăну вырăнĕ туса хунă. Тăхăмĕ вара европăн климатĕнче пурăнма хăнăхнă ятарлă формăллăскер пулнă.
Паянкунхи пек тĕслĕ çынсем Европăра пурăнма пуçлани,хальхи юлашки тĕпчевсем 35 пин çул кая кăтартаççĕ, неандерталь çын тĕсĕ 28 пин çул каялла, пулас, яланлăхах пĕтет.

Пирĕн эрăччен 7 пин çуллăхсенче Тăнайçи Пăлхар, Румыни тата Греци вырăнĕнче пурăнан вырăнсем пулни паллă.

Неолит Тĕп Европăра пирĕн эрăччен 6-мĕш пинçуллăхра, Çурçĕр Европăра пирĕн эрăччен 5-мĕшпе 4-мĕш пинçуллăхĕсенче пуçланать.

Пĕрремĕш çыруллăхлă Европăри паллă цивилизацисем Крит утравĕнчи Миной цивилизацийĕ, каярахГрецири Микен цивилизацийĕ шутланаççĕ.

Бронзă ĕмĕрĕ вĕçĕнче греци ĕмпӳлĕхĕсем арканса пĕтеççĕ, Греци Тĕттĕм ĕмĕрĕсем, хыççăн — Классикăллă Греци тапхăрĕ пуçланать. Балкан çĕрĕсенче Тимĕр ĕмĕр вăхăтĕнче палео-балкан халăхĕсем (фракисемпе и иллирисем) йышăнса пурăннă.

Пирĕн эрăччен 400 çула яхăн маларах, тимĕр ĕмĕр культури (Ла Тене культури) тапхăрĕнче Пиреней çурутравĕ тарин саралнă, Ибери çĕрĕн авалхи çыннисемпе хутăшнă, çакăн хыççăн хăй ен тăр пĕччен Кельтебриан культури пулса тăраççĕ.
Кельтсем çыруллăхпа усă курман, çапах та римлянсем вĕсемпе тĕл пулни çинчен нумай çыру палăкĕсем хăварнă.

Эллинсен цивилизацийĕ хула-патшалăх пуххисенчен пуçланса каять (вĕсенчен чи чаплисем Афина тата Спарта шутланаççĕ), унта тем тĕрлĕ тĕслĕ тытăмлă-культурăллă, философиллĕ, ӑслăхлӑ, политикăллă, спорта, театра тата кĕвĕллĕ çĕршывсем.
Эллинисен хула-патшалăхĕсем Хура тинĕспе Вăтаçĕр тинĕсĕ çумĕсенче, Кӗҫӗн Азире, Сицилире, Кăнтăр Италире (Magna Graecia) колонисем туса хунă, анчах пирĕн эрăччен тăваттăмĕш çĕрçуллăхра шалти вăрçисем эллинсен хăватне хавшаклатнă, вĕсене вара Филипп II Македонский патша хăвăрттăн ярса илнĕ. Унăн ывăлĕ Македони Александрĕ грексен культурине Персине, Икĕпата, Индине çитернĕ, çавăн пекех çак çĕршывсен авалхи культурисемпе çыхăнтарнă.

V ĕмĕртегерман йăхĕсем пĕрмай тапăнса кĕнине пула Анăç Рим империйĕ пĕтсе ларать. Тухăç Рим империйĕ (Висанти империйĕ) тепĕр пин çуллăха хăйĕн ĕмĕрне тăсать. Рим импери унченех темиçе ĕмĕр хушшинче грек чĕлхиллĕ тата латин чĕлхиллĕ çĕрсене пайланать.

VII — VIII çĕрçуллăхсенче арапсем Ислам культурине Вăтаçĕр тинĕсĕн кăнтăр çĕрĕсене илсе çитернĕ (Сирирен Сицилипе Испанине çити), çавна пула Вăтаçĕр тинĕс цивилизацийĕсем хушшинчи уйрăмлăхсем саралсах кайнă. Нумай пĕлӳсене, ĕç меслечĕсене çухатнă, сутă-илӳ сӳнсе ларнă, çынсем авалхи йăлаллă пурнăçа куçаççĕ.

Çав çĕрçуллăхрах, Танай пăлхарĕсем хăйсен Танайçи Пăлхар патшалăхне туса хураççĕ.
Феодал йĕркиллĕхĕ тĕнчере çĕнĕ йăлаллă хуласемсĕр пурнăç туса ярать. Унченх тĕп-шĕкĕр рим администрацийĕ вырăнне, которая была основана на городах и высокоорганизованной армии.
Анăç Рим империн арканăвĕ хыççăн çак цивилизацин пĕртен-пĕр тытăмлăхĕ çеç сыхланса юлать, ку рим-католици Чиркĕвĕ. Чиркӳ рим культурин кăнарне упраса хăварать, малтанхи тапхăра (XIII ĕмĕрченех) пĕлӳ çăлкуçĕ шутланса тăрать.

Рим епископĕ, Рим паппи, анăç чиркĕвĕн ертӳçи пулса тăрать (тухăç енче унăн сĕмне йышăнман).

Таса Рим империйĕ 800 çул тĕлнелле йĕркеленсе кайнă. Çак ĕç Аслă Карл, Франци патшисен шутлăхĕ, Паппă Императăр туса астула лартнă. Унăн империйĕ панхи Франци, the Low Countries тата Германи çĕрĕсенче малтан пулнă, каярах хальхи Венгри, Итали, Богеми, Аялти Саксони тата Испани территорисене хăй çумне хушнă. Ашшĕпе пĕрле вăл Рим папипе пĕрлĕхĕн уссипе вăйланнă. Рим паппи хăй ломбардăсене хирĕç кĕрешме шутланнă. Рим паппи официаллă Висанти Империйĕн вассалĕ пулнă, анчах та Висанти императăрĕ Ломбардăсене хирĕç тăма пултарайман.

IX ĕмĕр вĕçĕнче - X ĕмĕрте викинкăсем вăйланса пыраççĕ, Çурçĕр тата Анăç Европăна çаратма харçăсемпе пынă, сутă-илӳпе тăрăшнă, çĕрсене туртса илсе хăвăрт пурăну вырăнĕсене туса пынă. Вĕсен питĕ ăмăрт, longships тĕслĕ тинĕс карапĕсемпе усă курнă.

Венгрсем материк Европăна, арапсем — унăн кăнтăр çĕрĕсене çаратса пурлăх пухнă.

Христос чиркĕвĕн уйăрăвĕ (1054)) хыççăн анăç христос тĕнне тин йĕркеленнĕ Тĕп Европăн патшалăхĕсенче: Польшăра, Венгрире тата Богемире хапăл йышăннă.

Рим Католикĕсен Чиркĕвĕ ертсе пыракан вăййа тухать, çавна пирки Папăпа Император хирĕçĕве кĕреççĕ.

Скандинави, Литва, Польша, Венгри патшисем христос тĕнне куçнă хыççăн тата Христос харçисене пула Католик чиркӳн ура тупанĕ айĕнчи çĕрсен шучĕ нумайлансах пынă. Европăн чылай пайĕ роман-католиклă XV ĕмĕрте пулса çитет.

Анăç Европăра цивилизаци çуралса аталанма XI ĕмĕрте тытăнать,никама пăхăнман Венеципе Флоренци хула-патшалăхсен экономикăпа культурă ӳсĕмне сутă-илӳ ĕçĕ каллех Италире пуçланать. Çав тапхăртах наци патшалăхĕсем хальхи Франци, Англи, Испани тата Португали вырăнĕсенче тытăмланаççĕ. Çапла пулин те вырăнти монархисем, аристократи феодалĕсем тата чиркӳсем чăмăртанас вăхăт тĕрĕссипе темиçе ĕмĕре тăсăлнă. (См. Реконкиста для последних двух стран.) Тепĕр енчен, Таса Рим Империйĕ, тӳррипе Германипе Италире тĕрекленсе тăнă пулин те, темĕн чуль феодал кнеçлĕхĕсенчен е пысăках мар хула-патшалăхсенчен пуçтарăннă, вĕсем императăра ячĕшĕн çеç пăхăнса тăнă.

Европăна чир асапне тӳстернĕ синкеклĕхсенчен пĕри бубон мурĕ пулса тăнă, вăл çаплах Хура вилĕм ятпа ĕмĕрсенче палăрса юлать. Ун пек амаксем кунчен те чылай тухкаланă, анчах чи хăрушши 1300-мĕш çулсем варринчи шутланать. Çав тапхăрта тĕрлĕ кăтартусем тăрăх, европа халăх йышĕн виççĕмĕш пайĕ пĕтсе ларать.

Йăла йĕркипе, Вăтам ĕмĕрсен вĕçĕленнине Константинопăль арканнипе тата Висантине турккă-османсем 1453 çулта тытса илнипе çыхăнтараççĕ.

Турккăсем çак хулана хăйсен Осман империйĕн тĕп хули туса хураççĕ. Импери шутне Икĕпат, Сири тата Балканăн чылай çĕрĕсем кĕнĕ пулнă, вăл 1919çулчен тытăнса тăнă.

Чĕрĕлӳ саманин палăртăвĕ —культурăн тĕнсĕр тĕсĕ, унăн антропоцентрисăмĕ (чи малтан çын еннеле тата унăн ĕçĕ-хĕлĕсене тинкерни). Антикă культури еннелле туртăм кăсăк çуралать.

Католик христос тĕнĕ 16-мĕш ĕмĕрте иккĕне уйрăлса вакланать. Христиансен тĕнчи майĕпен европа цивилизацийĕ пулса пырать. Ун чухнехи Европа паянкунхинчен пĕчĕкрех пулнă: тĕрлĕ сăлтавсем пирки Аслă Британи(1), Польша(2) (çаплах, паянкунхиАнăç Украина территорийĕ), Мальта, Греци, Кипр, Румыни, Серби, Черногори, Болгари, Белоруси, Раççей (чиркӳсем вакланнăранпа XVIII ĕмĕр пуçламăшчен) православи территорийĕсем хальхи; паянхи Албани, Босни, Грузи, Армени тата Азербайджанăн (XVIII ĕмĕр пуçланичченхи) православи çĕрĕсем, çапла татах тĕрлĕ вăхăтсенче - Чехи (православие йышăннă хыççăн (пĕрремĕш христиан ӳкĕтлевçисем Чехире Кириллпа Мефодий пулнă)), Словакипе Венгри (турккăпа монгол оккупации тапхăрĕнче) Европăн шутне кĕмен.
Турци Европăн чылайăш пайне йышăнса тăнă, анчах ăна ислам тĕнне пула юта хурса хăйсен картине кĕртмен.

Темиçе çултан нумай вăрçă пулса иртет, çав шутра Дани Швеципе, Англине хирĕç вăрçни тата Испани Францине хирĕç çапăçни. Çĕнĕлетӳ Европа тĕнчине нумай çĕрçуллăхсене малалла аталанăвне чарнă. Çакăнсăр пуçне те, нумайăшĕ вăрçăна малутăмлă пулăма хурса шутланă; цивилизаци хăйне хӳтĕлеме пултараймасть пулсан мĕн тума кирлĕ вара? Цивилизацин идеалне авалхи Греципе Рим çыннисенчен кивçене илнĕ пулнă: дисциплина, çутĕç тата хулари пурнăç çынсене цивилизации пусăмне кĕртме кирлĕ тенĕ.

Уни акчĕ (1707) Анкăлпа Шотланди патшалăхĕсен парламенчĕсене Аслă Британие тăвас тĕллевпе пĕрлештерет.

Уни акчĕ (1800) тăрăх Аслă Британипе Ирландие Пĕрлешĕннĕ патшалăх туса хураççĕ .

Конгресс çĕнĕ Нидерландсем патшалăхĕ шутне Австри Нидерланди территорине (хальхи Бельги) кĕртме санкциленĕ, ытти Австри çĕрĕсене Габсбургсен пăхăнăвне куçарнă, çав шутра Ломбарди, Венеци облаçĕ, Тоскана, Парма тата Тироль. Прусси тытăмне Саксони пайĕ, Вестфалипе Рейн облаçĕ чылай территорийĕ лекет. Дани, Францин тамăрĕ, Норвегие çухатнă, ăна Швецине парнеленĕ. Италире Ватиканпа Папă облаçĕ папы римского панă, Бурбонсене Икĕ Сицили патшалăхĕ каялла тавăрнă. Çавăн пекех Германи пĕрлĕхне йĕркеленĕ. Наполеон туса хунă Варшава кнеçлĕхĕн пĕр пайĕ Раççей империйĕн шутне Польша патшалăхĕ ятпа кĕрет, вырăс императорĕ хăй çумне польшă патши ятне хушать.

Революциллĕ Францине çĕнтернĕ хыççăн аслă патшалăхсем 1789 çулченхи йĕркесене тавăрасшăн тăрăшнă, анчах та вĕсен вăйĕсем ĕçе кĕреймен, революциллĕ юхăмсем хăпарса пынă: вăтам классем франци революцийĕн демократи идеалĕсен сĕмĕпе пурнăçа тытса пынă. Индустриллĕ революци экономикă-социаллă сумлă улшăнавĕсене пурнăçа тарăн та анлă кĕртнĕ.

Черногори: Черногорин пăхăнманлăхне Раççей официаллă 2006, çĕртме, 12 палăртнă.

Болгарипе Румыни 2007 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Европа Пĕрлешĕвĕн пур правăллă пайташĕсен йышне кĕреççĕ. Çакăн хыççăн, Европĕрлешĕвĕнчи халăх шучĕ 30 миллион çынпа нумайланать те çур миллиардран иртсе каять. Пурĕпе халĕ пĕрлешĕве 27 патшалăх кĕрет.

(1).Статья: Аслă Британи Европа пайĕ пулать-и? ));

(2).Публицистикă журналĕ Европа, 07.04.2004 (Поляксем европа çыннисем пулаççĕ-и? от 07.04.2004 ( , тата çаплах:   (Google шыравĕпе усă курнă)).




#Article 840: Ылтăн Уртан Пăлхар Улусĕ (1327 words)


Ылтăн Уртан Пăлхар улусĕ, (Пăлхар çĕршывĕ) — XIII - XV ĕмĕрсенчи Атăл тăрăхĕнчи пăлхарĕсен кнеçлĕхĕ. Вăл малтанхи Атăлçи Пăлхар çĕрĕнче вырнаçнă пулнă. Кашан кнеçлĕхĕ Ылтăн Уртан вассалĕ шутланнă. Тĕп хули — Кашан, кайран (Кашана шыв аскăнчăкĕсем çĕмĕрнĕ хыççăн) — Болгар-ал-Джадид (Искĕ-Казан).

Бахши Иман «Джагфар Тарих» çырнине вуласан, çакна пĕлме пулать: Ылтăн Урта тапхăрĕнче Атăлçи Пăлхар улăс шайĕнчи вассал патшалăхĕ (кнеçлĕхĕ) шутланнă, пăлхар çарĕсем Батый хан харçисене хутшăннă, Польшăна, Литвана тата Венгрине çитнĕ.

XIV ĕмĕрĕн 40-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Ылтăн Уртара амак сарăлнипе ял-хулара çын сахалланса юлать. 1357 - 1379 çулсенчи тапхăра историксем «мăн пăлхав», «мăн кĕрешӳ» тесе палăртаççĕ. 20 çул хушшинче астулра 25 хан улшăннă пулнă. Эмирсем, пиксем, нойонсем хана пăхăнасшăн пулман, хăйсене ирĕклĕ тытнă. Эмирсем хăйсен çарĕсемпе тустару харçисемпе вырăнти халăхсен çĕрĕсене çӳренĕ, хăш чухне куçса çӳрекен улуссем çине тапăннă, халăха çаратнă, çынсене чуралăха сутма тытса кайнă, пурăнан вырăнĕсене вут-кăвар тĕртнĕ. Пăлхар çĕрне те пĕрмаях тапăннă.

Чулхула вырăсĕсем Пăлхар çине Мамай хушнипе 1376 çулта тепĕр хут тапăнса пынă, анчах та Мамайăн элчи Махмат-Салтан тата пăлхар кнеçĕ Хасан пĕр чĕлхеллĕ пулса килĕшӳ тунă, иккĕшĕ малашнелле те тăрăмра юлнă. Мамай тĕмен XIV ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех Ылтăн Уртан пайне (Мамай Уртине) хăй тытăмне илнĕ, унăн тĕп хули Крымра пулнă. Ылтăн Уртан Атăлтан тухăçалла çĕрĕсем 1380 çулта Сарай Уртинче шутланнă. Мамай Пăлхар çĕрне Сарай Уртине парасшăн пулман.

Тăхтамăш 1391 çулхи харçăран анчах хăтăлса тухса сывлăш çавăрма та ĕлкĕреймест, 1395 çулхи çуркунне Уксах Тимур йышлă çарĕсемпе Кавказ урлă каçса Ылтăн Уртан кăнтăр чиккине çитет: Тăхтамăш Терек шывĕ çинче хӳтĕленме хатĕрленет. Ака уйăхĕнчи 14-16 кунĕсенчи хаяр та юнлă çапăçусенче, Тăхтамăш чылай çухату тӳссе тарать.

М. Г. Сафаргалиев çырать: Тăшманăн çарне хăваласа, Тимур Куру шывĕ урлă каçса «тăшман йĕрĕпе» Укеке çитет те «нумайăшне вĕлерет». Тăхтамăш енлисен чылайăшне тыткăна илнĕ; хан тата унăн хăш çум çыннисем «сулăсене шыва антарса Атăлăн тепĕр çыранне каçрĕç». Тимур çарĕ, Атăлăн сулахай енне куçса, Тăхтамăшăн арканнă çарĕсене хăваланă. «Тахтамăш-хан ханлăхне пăрахнă, — çырать Шериф-ад-дин Иезди, — килне, мĕнпур, курăннине те, вăртăннине те, хăйĕн пуçне çăлас тесе, темиçе çынпа Пăлхар еннелле, вăрманлăха, тарать…

Тимурăн çĕнтерӳллĕ çарĕ юханшывăн çак енчи тĕле çитнĕ те Дешт çине кайнă пĕрремĕш харçинчи пекех (тĕрĕсрех Ылтăн Урта çине 1391 çулта — В. Д.) юханшывăн тепĕр енчен çитсе пĕтĕмпех çаратнă. Çак вырăн „тĕттĕм çĕр-шывĕнчен“ инçе мар пулать[Тизенгаузен В. Г. Сборник. Т.II. С. 178]. Çапла, Тимур çарĕсем иккĕмĕш харçинче те, пĕрремĕшĕнчи пекех, Пăлхара çитсе (монголсен чухне тепĕр хут тунăскерне) пĕтĕмпех тустараççĕ… Пăлхар, Çукатин, Кĕрменчӳк тата урăх хулине те, паллах, 1395 çулта çаратнă. Çакна хусан тутарĕсен чылай чăнлавĕ çирĕплетет, ăна „Повести о нашествии Тимура булгарам“ вулама пулать…

Семен Дмитриевич мускав аслă кнеçне Василий Дмитриевича хирĕç Чулхула кнеçлĕхне 1393 çулта Мускав çумне хушнăшăн кĕрешнĕ, Суздаль-Чулхула çĕрĕпе Мускавран уйрăлса тухасшăн пулнипе тутарсенчен пулăшу ыйтнă. Çулçӳрăвĕсенче çапла каланă:«Тое же осени князь Семенъ Дмитриевичь Суздальскыи прииде ратью к Новугороду Нижнему, а с ним царевич Ентякъ с тысячью Татаръ. Людие же затворишася в городе, а воеводы у них бяху Володимеръ Даниловичь, Григореи Володимеровичь, Иван Лихорь, и бысть имъ бои с ними. Татарове же отступиша от города и пакы приступиша, и тако по три дни бьяхуся и много людеи от стрелъ паде, и по семъ миръ взяша. Христиане крестъ целоваша, а Татарове по своеи вере даша правду, што им никоторого зла христьяномъ не творити. И на том Татарове створиша лесть (то есть обман. — В. Д.) и роту (то есть клятву, обещание. — В. Д.) свою измениша и пограбивъше всех христьянъ, нагых попущаша. А князь Семенъ глаголаше: „Не яз створих лесть, но Татарове, а яз не поволенъ в них, а с них не могу“. И тако взяша град октовриа въ 25 и быша ту две недели, донде же услышаша, что хочетъ на них князь великы ити ратью, и побегоша к Орде. А князь великы слышав се и събра рати многы посла своего князя Юрья Дмитреевича, а с ним воевод и старейших бояръ и силу многу». Тутарсемпе пĕрле Уртана Семен Дмитриевич кнеç те хăйĕн ăрачĕпе тарнă.

Юрий Дмитриевич харçăпа Семен Дмитриевича шыраса Пăлхар çĕрне пынă. Никон çулçырăвĕнче 1399 çулта, кĕркунне » «князь велики Василей Дмитриевичь Московский посылалъ за княземъ за Семеномъ за Дмитриевичемъ за Суждалскимъ погонею до Казани и не угнаша». » Суздаль кнеçне тата унăн çемйине 1401 çулта ылтăн урта çĕрĕнче шыраса тупнă. М. Г. Сафаргалиев тĕрĕс çырать: » «Приведённый отрывок (о походе Юрия Дмитриевича. — В. Д.) из русской летописи ещё не даёт права делать вывод о разрушении городов, здесь говорится лишь о взятии булгарских городов русскими без какого-либо сопротивления со стороны местного населения, ещё не оправившегося от похода Тимура». » 

Чăнах, Уксах Тимур аркатнипе, çаратнипе хавшакланнă пăлхар халăхне çĕнтерме нумай вăй кирлĕ мар. Çак пĕлтерӳ XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнче Пăлхар çĕрĕнчи халăх пĕтсе çитнине кăтартать: хăшĕ тыткăна лекнĕ, хăшĕ çурçĕр-анăç, çурçĕр тата çурçĕр-тухăç вăрман çĕрĕсене тарнă. 

Çав хушăра Пăлхар çĕрне пĕтĕмпех тустарса пĕтермен пулнă, кунтан эмирсен йыхравĕпе тутар çарне нукер пуçтарма хал çитнĕ. Çак уйăхсенче (ун чухне Етикей Мускав тулашне çаратнă) темле пĕр  тутар ханĕ (эмирĕ) тата «с нимъ мнози Татарове, и Булгарская сила, и Мордва, взяша Новградъ Нижний и пожгоша весь, монастыри и святыя церкви все те огневи предаша, а люди старыа и сущаа младенци иссекоша, а молодиа въ полонъ поведоша». Çакнашкаллинех тутар çарĕ Городецра, Курмăшра, Сăр çинчи ялсенче те тăвать. Паллах, çак харçăна пăлхарсене ирĕксĕр илсе кайнă.

XIV ĕмĕр вĕçĕнче — XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Пăлхар халăхĕшĕн асаплă тапхăр пулнă. Едиrейĕн тата унăн еткерçисен Мангит Юрчĕ (1420 çулчен) тухăçра, кăнтăрта Пăлхар çĕрĕн сулахай тата сылтăм çыранĕнчи пайĕсемпе чикĕленнĕ. Мангитсем çар ушкăнĕсем, куçса çӳренĕ чух çӳркунне- кĕр кунĕсенче Пăлхар çĕрне çывăх пырса, пĕрмаях пăлхарсен ял-хулине аркатнă, халăха пĕтернĕ. Майĕпен Пăлхар çĕрĕн Атăлăн сулахай çыранĕнчи Чулман Атăлăн анат юхăмĕн пĕтĕм кăнтăр çĕрĕ, Атăлăн сылтăм çыранĕнчи — хальхи Красновидово (Атăл çинче) — Вăта Биябаш — Чутеево-Кошелей (Комсомольское),  Сăр çинче — Парăш слободинчен кăнтăралла, тискер уй (пушуй) — мангитсен (XV ĕмĕртен вĕсене ногайсем теççĕ) куçса çӳренĕ вырăнĕ — пулса тăрать.

Вара Мускав аслă кнеçĕ Василий II «посылал ратью на Булгары Волъжкые князя едора Давыдовича Пестрого, онъ же шед взя их, всю землю их плени». Çапăçусем пирки çырман. Хăш çулçырăвĕсенче çапла кăтартнă:«Пестрои ходил Блъгар воевати, да и взял». Пăлхар çĕрĕнче пурлăх çаратма та çук, çынна тыткăна илме те çук пулнă.

Пăлхар-тутар тата пăлхар-чăваш халăхне (В. Д. Дмитриев шутланипе — 4/5 халăх шутне) вĕлерсе пĕтернĕ. «Казанский летописец» автăрĕ çырнипе, Хусан çумĕнче тата Хусан лешъенче «чухăн пăлхарсем» пуçтарăннă. Мĕнпур элитине пурĕне тенĕ пекех пĕтернĕ.

Халĕ пур шухăш йĕрĕпе, хăшпĕр историксем Пăлхар çĕрне вырăс çарĕсем тустарни тĕрĕсĕх мар шутланать.

Новгород шыв аскăнчăкĕсем Тури Атăлçипе çурçĕр-тухăçри шыв çумĕнчи хуласене хытă тустарнă, Пăлхар çĕрĕн Чулман Атăл хулисене тĕкĕнмен, унта вĕсене пăлхарсем чарнă, çапса çĕмĕрнĕ.

Ылтăн Урта аркансан, Хусана Махмутекăн тутар урти куçсан Атăлçи Пăлхар территоринче  Хусан ханлăхĕ йĕркеленет.

Историксем халиччен те XVI ĕмĕрĕн варринче хăйне палăртман хусан тыткăнĕнче чылай вăхăт тертленнĕ вятка хĕсмет çулçыравçин «Хусан çулçыравĕн» («Казанский летописец») кăтартăвĕсене тĕпчемеççĕ. Пăлхар, Çукатин тата Керменчӳке XIV ĕмĕрĕн вĕçĕнче çулçыравçи кăтартать: Пăлхар çĕрне ылтăн урта  ханĕсемпе ханăчĕсем «по суху войско своё посылаше» , вырăс кнеçĕсем «Волгою посылаше в лодиях, а з другую сторону, созади, мангиты силныя стужаху, их же беша качевныя на великой реке, на Яике, иеже течет во Хвалимское (Каçпи тинĕсĕ — В. Д.) море… От тех же мангит до конца запусте…» «И вселишася в Большой Орде (Мăн Уртана кĕнĕ Пăлхар çĕрĕнче, Мăн Уртан пĕтĕм территоринчи пекех. — В. Д.) нагаи и мангиты, из-за Яика пришедшие, иже и доныне в тех улусах качюют».  (Ногайсем XVII ĕмĕр варричченех Пăлхар çĕрĕнче куçса çӳренĕ). Çӳлерех çак çулçыравçиех Хусан çывăхĕнче  «наведе из-за Камы реки язык (халăх. — В. Д.) люд и поган (кунта ногайсем. — В. Д.) булгарскую чернь со князи их и со старейшинами», çапла çулçыравçи мангитсем пăлхар халăхне кнеçĕсемпе турханĕсемпе пĕрлех Хусан çумне тата Хусан лешьенне — Хусан облаçне хăваласа яраççĕ. «И приложих Казани царь ([хусан ханĕ. — В. Д.) булгарския грады — обладаются царем казанским. То бо бе преже земля булгарець малых за Камою, промеж великая реки Волги и Белыя Воложки до Великия Орды Нагайския. А большия булгары на Дунае. Ту же был на Каме старый град, именем Брягов булгарьский, ныне же градище пусто…». «Хусан çулçыравçи» Пăлхар çĕрне тустарса пушанса юлнине кăтартать, мангитсем çак хура ĕçе вĕçлеççĕ.

Пăлхарсем пирки юлашки хут вырăс çулçырăвĕсенче 1431 çулта асăннă.




#Article 841: Упи паттăр (160 words)


Упи паттăр — чăвашсен XIV ĕмĕрти чаплă паттăрĕ.

Упи йăхĕсем пулас чăваш этносне кĕрекен ытти йăхсемпе сĕм авалах Месопотамире е авалхи Эламра пурăннă чухнех туслашма пултарнă. Шумерсен тапхăрĕнче кунта Упи е Упи-Аршак ятла патшалах-хула пулнă.  Çав Упи йăхĕсем теме пула ĕнтĕ, пирĕн эрăччен  X – IX ĕмĕрсенче хальхи Турана пырса тухнă, çавăнта ытти йăхсемпе пĕрле пулас тĕрĕк ушкăнĕн чăваш этносĕ чăмăртанма тытăннă. Çапла вĕсем Алтай таврашĕнче те, Çурçĕр Кавказра та, пулнă, Вăтам Атăл тăрăхне те çитнĕ, нихăçан та хăйсем чапла Упи йăхĕсем пулнине манман. Кунтан вара тутар-монголсем тапăнса килнĕ хыççăн Мăн Çавал таврашне куçса килнĕ.

Упи йăхĕ-шывĕ, ахăртнех, питĕ ăратлă пулнă пулас. Çĕнĕ çĕрте Упи йăхĕ ĕрчесе-хунаса каять, çĕнĕрен çĕнĕ ялсем никĕслет.

Чиркӳллĕ Упи, Çавалкас Упи, Çĕньял Упи,  Малти Трак Упи, Трак Упи, Начар (Мачар Упи), Вăтакас Упи, Кайри Упи, Тури Кушар Упи, Кушар Упи, Кив Йĕкĕт Упи, Çĕн Йĕкĕт Упи, Мамçа Упи, Турхан Упи, Янкас Упи, Хĕлеç Упи, Çинçе Кĕнер Упи, Çурткас Упи, Янмурсин Упи, Чутай Упи, Шăмăр Упи.




#Article 842: Çĕнĕ Çул (уяв) (291 words)


Çĕнĕ Çул — Çĕр çинчи нумай халăхсен уявĕ. Ăна йĕркеллĕ календарь тăрăх кивĕ çулăн юлашки талăкĕ çитес çулăн пĕрремĕш талăкне куçнă самантра палăртса ирттереççĕ.

Çĕр çинчи нумай çĕршывсен çыннисем Çĕнĕ Çула кăрлач, 1 савăнса уявлаççĕ.

Тĕп статья: Рош Ха-Шана.

Еврейсем Рош-Ха-Шана (ראש השנה) — (çул пуçĕ) Песах хыççăн 163 кун иртсен (авăн, 5 — юпа, 5 хушшинчи пĕр кунĕнче) уявлаççĕ. Çак вунă кун хушшиче каçару ыйтса кĕл тăваççĕ. Тепĕр вунă кунĕсене «тшува кунĕсем» («таврăнни» — Турă патне таврăнни ĕнтĕ) теççĕ. Вĕсене татах «каçару кунĕсем» е «хумхану кунĕсем» те теççĕ. Рош-Ха -Шана чухне çыннăн шăпи пĕр çул малалла палăрăнса çырăнать. Уявăн пĕрремĕш каçĕнче еврейсем пĕр-пĕрне çапла саламлаççĕ: «Пурнăç Кĕнекинче сирĕн лайăх çырăнмаллла пултăр!». Еврейсем ун чухне шурă тумтирсем тăхăнаççĕ. Уявланă чух халана е панулмие пыл пуçса çиеççĕ.

Китайра Çĕнĕ Çула хĕллехи уйăх çĕнелнĕ тĕле ирттереççĕ. Григориан календарĕпе çак кун кăрлач, 21пе нарăс, 21 хушшине лекет. Кашни çула 12 чĕрчунран пĕрипе тата 5 элементран пĕрипе çыхăнтараççĕ. Çĕнĕ Çулăн пĕрремĕш кунĕнче фейерверксене, тутлă шăршă çунтараççĕ. Фейерверксем усал (дух)сене хăратса хăваласа яраççĕ

Бахаисен тĕнĕ йĕркипе Çĕнĕ Çула (Навруза) çуркуннехи каçпа кун тан чух уявлаççĕ.

Ака, 14 — Бенгал Çĕнĕ Çулĕ (Бангладеш).

Христос тĕнне йышиниччен чăвашсен Çĕнĕ Çулĕ Мăнкун уявĕнче пуçланнă. Вăл хальхи пуш уйăхĕн 25-мĕшне лекет. Сĕрен, вирĕм ирттерсе киле вут урлă сиксе тасалса килнĕ хыççăн пысăк уяв ирттернĕ. Хĕрлĕ çăмарта пĕçернĕ, чăкăт, пашалу-кулач, пăтă, кукăль хатĕрленĕ. Сăра кăларса ăратри тăвансемпе ĕçкĕ ирттернĕ.

Мăнкунра кунпа çĕр танлашнă хыççăн кун таршшĕ ӳсме, çĕр катăлма пуçланă.

Çĕнĕ Çула уявланă чух тĕрлĕ тĕслĕ пиротехникă фейерверкĕсене çунтараççĕ: хлопушкăсене, бенгал çуртисене, пĕрре е нумай залпăллă салютсене, ракетăсене, рим çуртисене, петардăсене.
Çаплах, пиротехникăна усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла, уяв вăхăтĕнче çынсем вут-кăвайта кĕреççĕ, хăйсене амантаççĕ (ӳте пĕçертни, контузи, ал-урана сарăмсăр татăлтараççĕ), çавăнпа çĕнĕ çул каçĕ травмăллăх енчен çав тери йывăрри шутланать.




#Article 843: Викингсем (414 words)


Викинкăсем — Скандинавири хĕçпăшаланнă морякĕсем. VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнчен пуçласа Европăри патшалăхсен тинĕс хĕрринчи çĕрĕсене тустарнă, аркатнă, унтах хăйсен колонийĕсене никĕсленĕ. Çак тапхăра (эпохăна) VIII — XI ĕмĕрсенче скандинавсен экспансийĕ питĕ анлă пулнăран хăшпĕр историксем «викинкăсен тапхăрĕ» тесе палăртаççĕ.

Викинкăсем çинчен чи пĕрремĕш анкăл-сакс хроникисенче çырнă, çак тинĕс вăрă-хурахсем 787 çулта Дорсетри Портленд çине тапăннă пулнă. Тепĕртакран, 793 çулхи çĕртме, 8, вĕсем Нортумбрири Линдисфарн утравĕнчи анкăл-саксăсен таса Кутберт мăнастырĕ çине тапăннă. Малалла нормансем татăçах Шотландине, Англине, Ирландине, çаплах кăнтăралла та —Францине, Испанине тата Италине çитсе çӳренĕ. IX ĕмĕрте тухăçра швеци викинкĕсем (варяксем) славянсемпе финн-укăр халăхĕсен çĕрĕсене те пырса кĕнĕ. Скандинави купсисемпе текĕрчĕсем скандинави кнеçĕсем ертсе пынипе Атăлçипе Днепраялне те çитеççĕ, Висантипе арапсен Каспиçум хулисем çине харçасемпе кайнă. Швеци варякĕсен текĕрчĕсем Владимирпа Ярослав Чулхула кнеçĕсен тапăну вăйĕсем пулса тăраççĕ.
Малтан вĕсем уйрăм ушкăнсемпе тапăнса-çаратса çӳренĕ пулнă, IX ĕмĕр пуçламăшĕнче скандинавсен патшалăх тытăмĕсем çирĕпленсен викинкăсем пысăк çарсемпе харçăсене çӳренĕ. Вĕсем ĕнтĕ ют çĕрсене çаратнă çеç мар, çав çĕрсене туртса илме тытăннă.
Анкăл-саксăсен патшалăхĕсене тата Англин анăçпа çурçĕр пайĕсене оккупацилени Дани викинкĕсен чи ăнăçлă харçи пулать. Уэссексăн патши Аслă Альфредăн датчансемпе мир хучĕ çырма тивнĕ, вĕсен Британири çĕрĕсем пуррипе килĕшнĕ. Викинкăсен Акăлчан çĕрĕнчи тĕп хули Йорк пулса тăрать. Датчансемпе норвегсем Ирландире те чылай çĕрсене ярса илнĕ. Вĕсем, сăмахран, икĕ çĕрçуллăх тапхăрĕпе Дублинра хуçаланнă. Франксен патшисем норман текĕрĕсен ертӳçĕсемпе пĕрлĕхсем тунă. Çапла, датчансен конунгĕн пĕр тăванĕ Фризи çĕрĕсен тăранĕ пулса тăрать, тепри — Хастейнĕ — Шарт графĕ пулать. 863—911 çулсенче Хрольф Çуранçӳрен викинкĕ Нейстрири франксен çĕрĕсене туртса илсе Нормандире пĕрремĕш херцăк Роллон ятпа хуçаланма тытăнать.
Скандинавсем чаплă тинĕсçӳревçисем шутланнă, вĕсем Исланди, Гренланди çĕрĕсене, Фарерпа Шотланди утравĕсене çитсе уçнă, колонизациленĕ. Тĕпчев ĕçĕсем тăрăх паллă, викинкăсем Европа çыннисенчен пĕрремĕшĕсем Çурçĕр Америка çыранĕсем патне çитнĕ.
XI ĕмĕрте Европăн çурçĕнче Христос тĕнĕ аталана пуçланнă, ăру-йăх йăлисен вырăнне феодаллă хутшăнăвĕсем мала тухнă, викинкăсен авалхи йăлисем улшăнма, çĕнелме тытăннă. Малалла нормансен текĕрĕсен харçисем сахалланса пынă, вĕсем майĕпен лăпкăлăх пурнăçа кĕнĕ.

Паянхи «викинк» терминĕ хăйĕн палăртăвĕпе авалхи скандинавсен тепĕр терминĕпе çывăх — «нормансем» (çурçĕр çыннисем).

Курган ăшĕнче ӳсен-тăрансем сыхланса юлнă. Анчах та корпусĕ чулсемпе арканнă пулнă, карапăн сăмсине кургана пуртăпа ватса кĕнĕ вăрăсем çĕмĕрнĕ. Çын кĕлетки шăммисене салатса пăрахнă, хаклă япалисем çухалнă. Çак карапа 800 çулнă хунă пулас.
Çĕр айĕнчен кăларнă карап çав тери ишĕлчĕклĕ пулнă. Вăл пин ванчăклă пулнă, çапах та юманĕ тачă та çирĕпех юлнă. Тинĕс инженерĕсем кашни ванчăка виçнĕ, хыççăн пуçтарас шутпа нумерленĕ. Йывăçлă пур пайĕсене типĕтнĕ, малтанхи евĕрлĕ тунă. Пĕтĕм хытарчăкĕсене, фиксировавшие борта, кăларса илсе карапа йывăç муляжпа реконструкциленĕ. Ăна ятарласа тунă ангарта реставрациленĕ, кайран Осло хули çумĕнчи викинкăсен карап музейне куçарнă.




#Article 844: Çĕнĕ Çулхи чăрăш (345 words)


Çĕнĕ Çулхи чăрăш, — Раççейре, СНГ патшалăхĕсенче Çĕнĕ Çула уявламашкăн лартакан чăрăш.

Турцире, Анăç Европăра, Çурçĕр Америкăра тата ыттисенче (тĕнчери нумай çĕршывсенче) чăрăш — Раштав уявĕн (Раштав чăрăшĕ) атрибучĕ. Йăла йĕркипе, лăсăллă йывăçа (ытларах енĕпе хыр е чăрăш) гирляндăсемпе, кантăк е пластик теттесемпе, çуртасемпе тата канхветсемпе ерешленĕ. Уяв вăхăтĕнче чăрăша пӳрте е урама лартаççĕ.
Чăвашла Çĕнĕ Çул чăрăшне тата уявне хальхи саманара ёлка тесе чĕнеççĕ.

Йывăçсене капăрлатасси Египетри фараонсен тапхăрĕнченех килет. Ун чухне унта пальмăсене илемлетнĕ. Пирĕн эрăра Европăра Раштавра чăрăшсене панулмисемпе, чĕртнĕ çуртасемпе капăрлатма пуçланă.

Европăна йывăçсене капăрлатасси Аттил вăхăтĕнче хунсен йăлисенчен, Çĕпĕртен-Тухăçран куçнă.

Пĕр верси тăрăх, пĕрремĕш çĕнĕ çул чăрăшне Селеста хула лапамĕнче Эльзасра 1521 çулта капăрлатнă. Çакăнпа Латви килĕшмест — унти çынсем пĕрремĕш Çĕнĕ Çул чăрăшне Ригăра, Ратуша лапаменче 1510 çулта илемлетсе лартнă теççĕ.

Раççее Çĕнĕ Çула уявлас йăлана Германирен Пётр I илсе килнĕ; Раççейре пĕрремĕш хут çак уява, патша хушăвĕпе, 1700 çулта ирттернĕ. Тĕплĕнех Раштава раштав чăрăшĕпе уявлас йала XIX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа çирĕпленсе каять. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Синод ăна нимĕçсен йăла-йĕрки тесе раштав чăрăшĕпе усă курма чарать.

СССР тапхăрĕнче, 1920-мĕш çулсенче «тĕн тĕшмĕшлĕхĕ» тесе раштав чăрăшне лартма чарнă, 1936 çул умĕнче кăна каллех, анчах урăхлатса Çĕнĕ Çул тĕлне лартса илемлетме, ирĕк панă.

Тĕнчен шĕкĕр (Çĕнĕ Йорк, Лондон, Парис, Мускав) тата ытти хуласенче те Çĕнĕ Çул йывăçĕсене паллă лапамсенче е çулçӳревçĕсем пулакан вырăнсенче лартаççĕ.

Çĕнĕ Çул Чăрăш уявĕ вăхăтĕнче ачасемшĕн концерт кăтартаççĕ. Кремльте ачасем вали 1935 çул тĕлнелле пĕрремĕш хут иртернĕ, çавăн чух ĕнтĕ (чиркӳ йăлисене пăсса) официаллă уяв туса хунă. Унчен çак куна «тĕн тĕшмĕшĕ тесе» уявлама чарнă пулнă.

Малтанах патшалăх çĕнĕ çул чăрăш уявне суйласа илнĕ ачасен ушкăнĕшĕн ирттернĕ. Тепĕртакран пĕтĕм Раççейре Çĕнĕ Çул умĕн тата çак уяв хыççăн та (шкул ачисен хĕллехи кану кунĕсенче) ача-пăчасене темĕн тĕрлĕ хаваслă концертсемпе савăнтараççĕ, Хĕл Мучипе Юрпике пĕрле чăрăш тавра чупса выляççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, пылаклă парнесем туянаççĕ.

Телекурав эрине куçнă май Çĕнĕ Çул чăрăшĕ тесе уявлă телекăларăмсене калаççĕ.

Çĕнĕ Çул уявĕ вăхăтĕнче пĕтĕм тĕнчипе темиçе милион чăрăша тискерле касса хăртаççĕ, çак савăк выляв планетăн экологине пысăк сиен к ӳрет. Çавăнпа çакăн пек ĕçĕ-хĕлсене хирĕç çирĕп чараксем лартаççĕ, управ йĕркисене тытса пыраççĕ:




#Article 845: Раштав (уяв) (124 words)


Христос Раштавĕ — 

Евангели тарăх Иисус Христос Август тытăмĕн тапхăрĕнче иудейсен Вифлеем хулинче Иосиф Кăшăлçă Назарет платникĕпе унăн усравĕнче çитĕннĕ Мари (Турă амăшĕ тата Приснодевы) çемйинче çуралнă (ӳтĕленнĕ). Вĕсем Вифлеем халăх çыравне килнĕ пулнă. Хăна çуртĕнче вырăн çуккипе çемйен выльăха ахăр çутçанталăкра пытантармалли сăрт хăвăлĕнче çĕр каçма тивнĕ. Христос çуралнă самантра ту хăвăлĕ çийĕн тӳпере çăлтăр хăпарнă. Çăлтăрăн тӳпери вырăнĕпе çак пулăм пирки виçĕ ăсчах пĕлнĕ. Пĕрремĕш Çĕр çине аннă Турра саламлама кĕтӳçсем пынă, вĕсене çак хыпара ангел, кайран ăсчахсем пĕлтернĕ. Ăсчахсем Христоса парнесем — ылтăн, ладан тата смирнă — илсе пынă.

Христос çурални çинчен пĕлсен, Иудейăн патши Ирăт 2 çулченхи ачасене çапса вĕлерме хушать, анчах та Христос вилĕмрен асамлăн çăлăнать. Çапах Иосифăн çемйин Икĕпата тухса тарма тивет, унта вăл Ирăт патша виличчен пурăнать.




#Article 846: Ростов-Тан-çинчи (147 words)


Росто́в-Тан-çинчи́ — Хĕвелтухăç-Европа айлăмĕн кăнтăр-хĕвелтухăçенче, Тан юханшывăн çыранĕсенче, юханшыв Азов тинĕсне юхса кĕриччен 46 çм вырнаçнă раççей хули. Мускавв çитме 1094 çухрăм. Ростов облаçĕн администраци центрĕ шутланать, 2000 çулхи çăвăн 13-мĕшĕнчен Кăнтăр федераци тăрăхĕн администраци центрĕ. 1749 çулта Елисавет Петровна арăм император хутайĕпе никĕсленĕ.

Ростов-Тан-çинчи — Раççейĕн Кăнтăрти  «тĕп хула», халăх йышĕ 1,103 млн çын.
Хула Раççей кăнтăрĕн кирлĕ транспорт çыххи шутланать, ахальтен мар ăна «Арамаçи Хапхи» тенĕ.

Хула сакăр районтан тытăнса тăрать: Ворошилов, Чукун çул, Киров, Ленин, Октябрь, Первомай, Пролетари, Совет районĕсем çине. Хулан тĕп урамĕ — Мăн Сад урамĕ.

Хулара 48 аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ заведенийĕ вырнаçнă. Вĕсем шутне 13 университет, 9 академи кĕрет. Вăтам пĕлӳллĕ професси паракан 34 заведени: 24 колледж, 5 техникум, 5 училище. Пуçламăш пĕлӳллĕ професси паракан заведени пурĕ 40. Вĕсен шутне 24 лицей, 16 професси училищи кĕрет. Пĕтĕмешле вăтам пĕл паракан шкулсен шучĕ 159.

Хулара пурĕ 43 вулавăш ĕçлет. Вĕсенчен пысăккисем:




#Article 847: Чăрăш (222 words)


Чăрăш ( — сăмала, е  - сăмалаллă, сухăрлă йывăç) — йывăç евĕр ӳсен-тăран, хыр йывăçĕсен çемйине кĕрет. Çут çанталăкра 35 яхăн тĕс тĕл пулаççĕ. Чăрăшăн çулçи çулталăкĕпех симĕс тĕслĕ, илемлĕ, вулли 30 м çити ӳсет.

Йывăç тымарĕн системи малтахи 10-15 çул хушши туна евĕрлĕ, каярахпа тăпра çийĕнчи тĕп тымарĕ типет. Çавăнпа йывăç вăйлă çил вĕрсен авăнма, хăш чух хуçăлама та пултарать.

Крона конус е пирамида евĕр.

Турачĕсем аяккала сарăлнă е аялла пĕкĕннĕ. Малтанхи 3-4 çул хушши йывăç турачĕсем аякалла сарăлмаççĕ.

Хуппи сăрă тĕслĕ, çинçе сийпе вистенсе пырать.

Вăрă тăкма 10 — 60 çулхи (çак вырăнти çутçанталăк пахийĕнчен килет) чăрăш пултарать.

Вăтамран 250-300 çул (хăш чух 600 çула çити те)  ӳсет.

Чăрăшлă çеç ÿсекен вăрмана чăрăшлăх теççĕ, унти йывăçсем йăва çитĕнеççĕ. Чăрăшлăхра çÿреме йывăр, тĕттĕм.Чăрăшлăхăн аял сийĕнче нимĕн те ӳсмест.

 
Кавказра кавказ чăрăшĕ (Picea orientalis) саралнă, унăн çулçисем (йĕпписем)çемçерех, турачĕсем мамăклă.

Раççей çеçенхирĕсенче хăш чух шурă чăрăша (Picea glauca) та çитĕнтереççĕ.

Инçет Хĕвелтухăçра саян чăрăшĕ (Picea jezoensis) анлă саралнă.

Чăрăшăн урăх тĕсĕсем Китайра, Çĕпĕрте, Америкăра тĕл пулаççĕ.

Чăрăш вулли çемçе те çăмăл, анчах патрак, çавăнпа та чăвашсем ку йывăçа хисеплесех каймаççĕ. Сайра-хутра çурт тунă çĕртре (хăма, пăрăс), вак ĕçсенче, йывăç çăра ăсталама усă кураççĕ.

Чăрăш вуллинчен ăсталанă кĕвĕ инструменчĕсем сасси аван, мĕншĕн тесен йывăçлăхĕ пĕр пек тачăллă (çакăн пек йывăçа резонанс йывăçĕ теççĕ). Итали ăстисем, çав шутра Амати, Страдивари, сĕрме купăсĕсене чăрăшран хатĕрленĕ.




#Article 848: Тĕрĕк хаканлăхĕ (802 words)


Тĕрĕк хаканлăхĕ (552—745) — Азири вăтам ĕмĕрсенчи тĕрĕк йăхĕсен пĕрлĕхлĕ пысăк патшалăхĕ. Хăват аталану тапхăрĕнче ( VI ĕмĕр вĕçĕ) патшалăх шутне Çурçĕр-Тухăç Китай, Маньчжури, Монголи, Алтай, Синьцзян, Вăтам Ази, Çурçĕр Кавказ çĕрĕсем кĕнĕ.

Усуньсен хăвачĕ сӳнсе пынă çем Çичшыв таврашĕнчи çĕрсем вăрçăсен уй-хирĕ пулса тăрать. V ĕмĕрте кунта шушаньсен текĕрчĕсем çитнĕ те усуньсене çеçенхирсенчен Тянь-Шань çине хӳтерсе янă. Пушанса юлнă çĕрсене юечжи йăхĕсен юлашкийĕсем йышăнма пикеннĕ, анчах та 418-419 çулсенчи шушаньсемпе вăрçнă хыççăн вĕсен Вăтам Азине кайма тивнĕ, унта  вĕсем перссемпе эфталитсемпе тытăçса кайнă. Чупа  Талас юханшывĕсен пуçламăшĕсенче канкăрсем пурăннă,çавăнпа шушаньсен анăç еннелле каяс çулĕ хупăннă.

Çичшывпа Тухăç Казахстан çĕрĕсем шушаньсен патшалăхĕн хĕррисен аяккинче пулнă, çавăнпа ĕнтĕ кунта шушаньсем сахал килсе çӳренĕ, çапла вара çакăнта ĕнтĕ, Алтай таврашĕнче, шушаньсене хирĕç тăрса çапăçма пултаракан вăй-хăват пуçтарăнма тытăннă. 
Çичшывĕн çурçĕр-тухăçĕнче тата Иртышпа Джунгари улăхĕсенче пурăнакан чылай ĕрчеллĕ теле халăх йăхĕсем,  482 çулта шушаньсене хирĕç пăлхава çĕкленсе хăйсен патшалăхне никĕсленĕ. Унăн тытăмĕ нумаях пыман, 516 çулта теле йăхĕсем каллех шушаньсен тăранне лекеççĕ. Алтайри ашин йăхĕсенчен пĕр йăхĕ шушаньсем валли тимĕр шăратса пурăннă. Çак ăрăва ĕнтĕ Еврази халăх-йăхĕсен кун-çулĕнче пысăк ертӳ ĕçĕ тивет. Ашин ăрăвĕн шутĕнчи йăхсем малалла тĕрĕк халăхĕсем ятпа палăрма пуçлаççĕ. 

Çапла вара, кĕске тапхăртах Атăлпа Кĕçĕн Хинган тăвĕсем хушшинчи çĕрсенче куçса çӳрекен йăхсен мăн импери пĕтĕленсе йĕркеленет.

Çĕнĕ патшалăх тытăмĕ хакан аллинче пулать, иккĕмĕш çынĕ хаканăн тăванĕ шутланнă, ăна ябгу титулпа тивĕçтернĕ. Çӳлти тăрăнсем шутне çаплах шатсем (шады), эльтеберы и тутуки кĕнĕ. Хаканăн тăванĕсен тегин титулĕ пулнă. Вĕсене тĕрĕксем тепĕр ятпа тегин тенĕ, аялтарах 24 шайсенчисене, - буюрук тенĕ. 

Кăнарĕсем пиччĕшĕнчен шăллĕне, кĕçĕн куккăшĕнчен аслă племянникне куçнă. Астула кĕтнĕ вăхăтра шады шатсем утел тăрăнĕсем пулнă.

Тĕрĕк хаканлăхĕ тӳрех хăй вăхăтĕнчи тĕнчери империсемпе пĕр танра пулать. VI ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче тĕрĕксем Китай патшалăхĕнчи Бэи-Ци тата Бэи-Чжоу кĕрешĕвне хутшăннă та иккĕшне те ясак тӳлеттермелле йĕрке туса хунă.

Хакан Тобо хан çапла каланă: «Çав кăнтăрти икĕ каччă (Чжоупа Ци) пире пăхăннă пулĕччĕ, вара ун чух эпир чухăн пурнăç пĕлмĕпĕр» (Гумилёв Л. Н. С. 35).  

Вăтам Азире эфталитсемпе 560 çулта вăрçнă хыççăн тĕрĕксем Ташкентпа Зеравшан улăхне туртса илнĕ. 565 çулта Несеф патĕнчи çапăçура тĕрĕксем Истеми хакан ертсе пынипе çĕнтернĕ, Сăкăта хаканат шутне илнĕ. 570-576 çç. тĕрĕксем Çурçĕр Кавказа, 576 ç. - Боспора çĕнтерсе илнĕ. Çак чаплă çĕнтерӳсем хыççăн хаканлăх Аслă пурçăн çулĕн сумлă пайĕсене сыхласа тăнă, çак ĕç тĕрĕксен паллă çыннисене караван сутă-илĕвĕн чылай тупăçне туянтарнă. Анчах тĕрĕк патшалăхĕн мăнаçлăхĕ тепĕртакран хăйсем хушшинчи хирĕçӳсене пула сӳнме тытăнать. 

Чылай вăхăт хушши пынă кĕрешӳсем хыççăн аслă  хан вырăнне Хура Иссык хан ывăлĕ – Шету - йышăннă, ăна Ышбар хан титулне тивĕçтернĕ. Иккĕмĕш хан Истеми Хура Чурин ывăлĕ –Тĕрĕк пулса тăнă, Мăкăнь хан ывăлне Торемена вара Або хан (старейший) титулне панă та ăна патшалăхăн çурçĕр пайĕсен тăрăнĕ пулса тăнă.

Суй дипломатийĕ питĕ чее пулнă: тем тĕрлĕ меслетсемпе тĕрĕксене вăрçтарса-хирĕçтерсе яма тăрăшнă, хансене тавлаштарас енĕпе ĕçленĕ. Çакăнта китайсене ăнăçу килнĕ, 584 çулта вара, китайсен ултавĕпе Ышбара Або хана сутăнчăк тесе ун çине тапăнать. Або хан Хура Чурин патне тарать те иккĕшĕ пĕрле çарсемпе аслă ханпа вăрçă пуçлаççĕ. Темиçе çапăçу хыççăн Або хан  Бухара тĕлнелле чакнă. Ышбара хан 587 çулта çапăçура вилет, тăранĕ шăллĕне Чуло хана куçать. Пур тĕрĕк кнеçĕсем çĕнĕ хакана килĕшсе тупалаççĕ, Або хана тăр-пĕчченех хăвараççĕ. Çав çултах ăна Бухара патĕнче аркатаççĕ, анчах тĕрĕксен пĕрлĕхĕн тапхăрĕ нумай пыман. 

Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕнче тĕрĕксен шучĕ сахал пулнă. Çавăнпа тăрăнĕсем Çичшыв çеçенхирĕсенче пурăнакан йăхĕсем (усуньсен нĕселĕсем) çине таянса патшалăха ертсе пынă. Çак йăхсене икĕ пĕрлĕх тытăмланă пулнă: Тулă пĕрлĕхĕ – Жетысупа  Джунгари çĕрĕсенче, оншадпыт пĕрлĕхĕ - Тянь-Шань çĕрĕсенче. Кашни пĕрлĕхĕнче пилĕк йăх-ăру шутланнă, çавăнпа пĕтĕмлетсе пур халăха вунă сăнă халăхĕ тенĕ. 

Тĕнче патшалăхĕсем хушшинчи пурçăн çулĕ çинче хуçаланасшăн хĕрĕçӳсене пула V ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче икĕ коалиции йĕркеленнĕ. Пĕрин шутне Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕ, Китай,  Висанти кĕнĕ, теприне – Тухăç Тĕрĕк хаканлăхĕ, Иран тата Авар хаканлăхĕ кĕнĕ. Икĕ ушкăн хушшинче вăрçă тапраннă, нихăшĕ те çак кĕрешӳре çĕнтереймен. Вĕçĕ-хĕррисĕр пынă вăрçă халăхсен çав тери нумай вăй-хăвалне пĕтернĕ, çарти чылай çын çапăçусенче вилнĕ. Çавна пула ĕнтĕ 630 çулта Тулă йăхĕсем хăйсен хаканне хирĕç пăлханнă, вĕлернĕ. Хăйсен тăранĕ вырăнне Çĕпĕр хана суйланă. Кун хыççăн вара Тулă ăрăвĕн çумĕнчи йăхсем оншадпыт йăхĕсемпе тăранлăхшăн чылай çапăçнă. Çакна кура, пăлхарсемпе Урал укăрĕсем Анăç Тĕрĕкрен уйрăлса тухнă. 635 çулта хаканлăхри çак йăх пĕрлĕхĕсем хăйсем майлă тăранлăха çĕнтерсе илнĕ, вĕсен чиккине Шу юханшыв тăрăх палăртса хунă. Уйрăлу-пайлану ĕçĕсене пула тĕрĕксем хăйсен çĕрĕсене çухатма тытăннă.

Тухăç хаканлăхне Китай пăхăнтарнă, унăн çарĕсем Жетысу чиккисем патне пырса тăнă. 640-648 çç. вăрçăра тĕрĕксем выляса янă, ун хыççăн хаканлăхран казарсем уйрăлса тухнă. Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕн юлашки тăранĕ Ышбара хан патшалăх пĕрлĕхне, пăхăнманлăхне сыхласа хăварма тăрăшнă пулсан та, китайсен агрессийĕ чарăнман, тĕрĕк йăхĕсем татах хаяррăн вăрçса пынă. Юлашкинчен оншадпытсемпе тулăсем 656 çулта Китайăн тăрăнлăхне парăннă. Ышбара хан, хăйне майлă çыннисемпе Или шыв леш енне каçнă. Ташкент ертӳçи ăна китайсена тытса панă, вара тĕрĕксен хаканĕ 659 çулта тыткăнра вилет. Анăç Тĕрĕк хаканлăхĕн çĕрĕсене икĕ кĕпернетлĕхе пайланă. Кĕпернетлĕх округсене, уессене уйăрса вакланă. Çапах та Жетысу тĕрĕк йăхĕсем китайсене пăхăнса пурăнма шутламан.




#Article 849: Радиоактивлă каяш (264 words)


Радиоактивлă каяшсем (РАК) — ядерлă энергетикăн радиоактивлă хими элеменчĕсемлĕ ĕç юлашки-тĕлешкисем, каяшĕсем. Вĕсене малалла ĕçе яма май çук. Часах вĕсем ядерлă ĕç пулăмĕсен каяшĕсем пулаççĕ. РАК чылайăш пайĕсем «сахалактивлă каяшсем» шутланаççĕ, вĕсен радиоактивлăхĕ пĕчĕк. Çак каяшсен шутне, сăмахран, усă курнă ятарлă ĕç тумтирĕ, кăштах лапăртаннăскер, кĕрет, çав хăрушăллă радиоактивлă тасамарлăхсем çын тирĕн вĕтĕ шăтăкĕсем витĕр, сывлăшпа сывламалли çулсем тăрăх, шывпа е апат-çимĕçпе пĕрле çын ăшчикне кĕреççĕ. 

Çут çанталăкра хăш веçествăсен çанталăкри радиоактивлăхĕ пур, вĕсене çанталăкри радиаци çăлкуçĕсем (ÇРÇ) теççĕ. Çак каяшсен чылайăшĕ — уран е торий арканнă хыççăн пулакан веçествăсем, вĕсенчен альфа-частицăсем тухса саралаççĕ.

Кăмрăкра радионуклидсен шучĕ нумай мар, вĕсен шутĕнче çак уран е торий пеккисем, вĕсен кăмрăк ăшĕнчи шучĕ Çĕр хупли (кора земная?) ăшĕнчи вăтам шутĕнчен сахалтарах. Вĕсен тачăлăхĕ кĕл тусанĕнче пысăк, мĕншĕн тесен вĕсем вутра çунмаççĕ. Çавах та кĕлĕн радиоактивлăхĕ питĕ пĕчĕк, вăл хура тăмлă сланецăн радиоактивлăхĕпе тан пулать, фосфатлă породăсенчен пĕчĕкрех, çапах та унăн хăрушăллăхĕ пур: кĕл тусанĕн пайĕсем атмосферăра юлаççĕ, çапла çын ӳпкине сывлăшпа пĕрле кĕме пултараççĕ.

Нефтьпе газ промыçлă ĕçĕсенчи каяшĕсенче часах радийпе унăн аркану юлашкисем пулаççĕ. Нефть уçлам шăтăкĕсенчи сульфатлă тĕпĕсем радийпе пуян; шыв, нефть тата газ уçлам шăтăкĕсенче часах радонлă пулаççĕ. Радон арканнă хыççăн пăрăхсем çумне хытса радиоизотопсем юлаççĕ. Нефть завочĕсенче пропана уйăракан ĕç вырăнĕ радиоактивлăх енчен чи тасамарри шутланать, мĕншĕн тесен радонпа пропан пĕр танлă температурăра вĕреме кĕреççĕ.

Çĕр айĕнчи усăллă пурлăхсене тачăлатни чух пулнă каяшсем çанталăкри радиоактивлăхлă пулаççĕ.

Медицинăра усă курмалли изотопсем (çаврака хытаркăчсенче çурма аркану тапхăрне кăтартнă):

Промыçлă РАК-сенче альфа-, бета-, нейтрон- е гамма-лучсен çăлкуçĕсем пулаççĕ. Гамма-кăлараканнисемпе радиографире усă кураççĕ; нейтронлă çăлкуçсемпе тĕрлĕ çĕртре, — теслĕхрен, нефть уçлам шăтăкĕсене радиометрипе тĕпченĕ чух усă кураççĕ.




#Article 850: Çĕнĕ Çĕпĕр (299 words)


Çĕнĕ Çĕпĕр (Новосибирск; ) — Çĕпĕр федераллă округĕпе Çĕнĕ Çĕпĕр облаçĕн тĕпĕ, Раççей хули. Мускавран 3 303 çухрăмра вырнаçнă.

Çĕнĕ Çĕпĕр хули континетлă климат тăрăхĕнче вырнаçнă. Çулталăк хушшинчи вăтам температура +0,2 °C. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура −18,8 °C, утă уйăхĕнчи — +19 °C. 1915 çулхи кăрлачăн 7-мĕшĕнче хулара чи сивĕ çанталăк тăнă, свылăш температури −51,1 °C таран чакнă. Чи шăрăх çанталăкра сывлăш температури +40 °C таран хăпарнă.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче Çĕнĕ Çĕпĕр хули вырăнĕнче 25 ял вырнаçнă пулнă: Мăнпа Кĕçĕн Кривощёково, Перово, Вертково, Бугры, Ерестнăй, Мочищенски, Речкуновка, Çĕнĕ Луговски, Барышево, Издревăй, Усть Иня тата ыттисем те.

Хулана анлă ӳсме виçĕ сăлтав пулăшнă. Пĕрремĕшĕ, паллах, Трансçĕпĕр магистралне тума пуçлани. Кĕпере Обь урлă ку вырăнта хывни хула вырăнне палăртнă. Малтан магистраль Томск урлă иртсе каймалла пулнă. Анчах кунти скала евĕрлĕ çĕр килĕшнĕ пирки Н. Г. Гарин-Михайловский ертсе пыракан инженерсен ушкăнĕ кĕпере çак вырăнта хывма шутланă.

Иккĕмĕш сăлтавĕ — Çĕпĕр тĕпĕ пулса тăни. 1921 çулта Омскран Çĕпревкома тата ытти учрежденисене куçарнă. Çĕн Николаевск кĕперне  тĕпĕ пулса тăнă. 1925 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Алтай, Енисей, Иркутск, Çĕнĕ Николаевск, Омск тата Томск кĕпернисенчен Çĕпĕр Енне йĕркеленĕ, Çĕнĕ Николаевск тĕп хули вырăнне йышăннă. Ăна ертсе пыма йывăр пулнăран 1930 çулта ăна икĕ Ен çине пайланă: Хĕвелтухăç Çĕпĕр Енĕ (тĕп хулине Иркутскра йĕркеленĕ) тата Хĕвеланăç Çĕпĕр Енĕ (тĕп хули Çĕнĕ Çĕпĕр пулнă) çине. 1930-1940 çулсем хушшинче унăн шайĕ пĕчĕкленсе пынă, 1944 çулта вара хальхи чиккисем йĕркеленсе çитнĕ. 1920-1940 çулсем хушшинче хулара пурăнакан халăх йышĕ тăватă хут ӳснĕ. 

Виççĕмĕш сăлтавĕ — Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ку хулана нумай предприятине куçарни пулса тухать. Хулана 50 ытла пысăк предприяти куçарнă.

Хулана никĕсленĕренпе 70 çул иртнĕ хыççăн унта миллиона яхăн çын пурăна пуçланă. Ку тĕнче шайĕнчи рекорд шутланнă. Унччен чи хăвăрт ӳсекен хула АПШри Чикаго шуланнă пулнă, Çĕн Çĕпĕре вара миллионлă хула шайне çитмешкĕн 20 çул сахалтарах кирлĕ пулнă.




#Article 851: Тупаларсем (109 words)


Тупаларсем (тăван ячĕ туба) — Алтай Республикинче пурăнакан тĕрĕк чĕлхиллĕ вак халăх.

Совет тапхăрĕнчи халăх çыравĕпе (1926 ç. пуçсăр) тупаларсене алтайсен йышне кĕртнĕ. 2000 çулта тупаларсене Раççей Федерацин вак халăхĕ шутне (Раççей Федерацин Правительствин 2000 çулхи пушăн 24-мĕшĕнчи 255 №-лĕ йышăнăвĕ) кĕртнĕ. 2002 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ вĕсене хăйсен чĕлхиллĕ уйрăм халăх тесе палăртнă.

Тупалар чĕлхи е çурçĕр алтай чĕлхисен ушкăнне (тавлашуллă), е кăпчак ушкăнĕн (алтай чĕлхе çемьин тĕрĕк турачĕ) кăркăс-кăпчак (хакас) кĕçĕн ушкăнне . Официаллă тупаларсене тата тупалар чĕлхине уйрăм халăх тата уйрăм чĕлхе тесе йышăннă. Анчах та этнографсем çĕнĕ классификаципе татăçуллă вĕсене çурçĕр алтай (куманди-челкан) чĕлхи шутне тупалар калаçăвĕ евĕр, е кăнтăр алтай (алтай) чĕлхи шутне кĕртеççĕ




#Article 852: Хурасан (222 words)


Хурасан (фарси خراسان — Xorâsân — хĕвел сăмах пулать) — историллĕ облаç, Тухăç Иранра вырнаçнă. «Хурасан» ячĕпе Сасанидсем тапхăрĕнчĕнех палăрса тăрать.

Хурасан малтан Иранăн чи пысăк провинцийĕ шутланнă, кайран ăна виçĕ провинци çине (авăн, 29, 2004) пайланă. Вĕсен саккун тăвакан парламенчĕ (2004, çу, 18) тата Опекунсен Канашĕ (29 мая 2004):

Авал Мăн Хурасан хальхи Иранри, Афганистанри, Туркменири çĕрсене пĕрлештернĕ. Персин историллĕ хулисем Мăн Хурасанра вырнаçнă: Нишапур (халĕ Иранра), Мервпа Санджан (халĕ Туркменире), Герат (халĕ Афганистанра). Хăйĕн пуян историнче Хурасан нумай империсенчен (грексен, арапсен, сельджуксен, сефевидсен, афгансен тата ыттисенчен те) терт тӳснĕ : 
XIV-XV ĕмĕрсенче Хурасан тĕпчевпе ӳнерлĕх тĕпĕ пулнă. Кунта (ытларах Гератра) Лутфи, Джами, Алишер Навои, Фегани Баба, султан Хусейн Байкара (Хусайни ятпа çырнă) сăвăçсем, Бехзад ӳнерçĕ пурăннă.

Хорасан тĕп этнос ушкăнĕ — персисем, анчах та, хăйĕн кăсăклă историне пула, кунта тĕрлĕрен халăх çыннисем: çурçĕр-анăçра — туркменсем, хурасан тĕрĕкĕсем; Боджнурдпа Качан таврашĕнче курдсем; тухăçра — теймурисемпе джемшидсем (чехер-аймаксен пĕрлĕхне кĕреççĕ), хăшĕсем халиччен те куçса çӳреççĕ (илятсем); кăнтăр-анăçра - хеидариссем; кăнтăр-тухăçра - белуджисем. Пысăк афган ушкăнĕ, юлашки çулсенче юнашар Афганистантан тарса килекенсенчен пуçтарăнать. Çавăн пекех монголсем, хурасан арапĕсем, чикансем тата еврейсем тĕл пулаççĕ.

Хурасан чĕлхисем: хурасан-тĕрĕк чĕлхи, перси чĕлхи тата курд чĕлхи.

Хурасан пĕтĕм тĕнчипе шафранпа зерешок пылакĕсемпе палăрнă, çак çимĕçсене кăнтăрти хулисенче хатĕрлеççĕ. Пĕр çулта — 170 тоннă ытла пĕçереççĕ. Хурасан çапла тата чаплă ковёрсемпе те, Фирдоусипе Имам Реза пытарнă тупăкĕсемпе паллă. 




#Article 853: Фейзханов Хусейн (110 words)


Фейзханов Хусейн  1828 çулта Чĕмпĕр кĕпернине кĕрекен Кăрмăш вулăсĕн Сафаджай (Сабачай) ялĕнче (вырăс. Собачий Остров) çуралнă (хальхи Чулхула хутлăхĕ, Пильна районĕ, Красная-Горка ялĕ.). 1866 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕре кĕнĕ.

Тăван ялĕнче вĕреннĕ. Каярах Хусана пурăнма куçсан аслă мăсăльман пĕлĕвне Шигабудтин Марджани тутар тĕпчевçи патĕнче алла илнĕ, М. А. Казамбекпа И. Н. Березин ăслăлăхçăсем  патĕнче çыруçăра тăрăшнă. Тутар чĕлхисĕр пуçне арапла, персла, турккăлла, вырăсла лайăх пĕлнĕ.
Чăваш чĕлхи пĕлĕвĕнче тĕпчевçĕ Пăлхар вил тăпри çинчи виçĕ çыру палăкĕ ĕçĕпе палăрса юлнă. Унта вăл Атăлçи Пăлхар эпитафийĕсене чăваш чĕлхи пулăшнипе çеç вуласа ăнланма май пуррине пуринчен те малтан тавçăрса илнĕ. Жан-Франсуа Шампольон Розетта чулне тĕпченипе танлаштарма пулать вăл ку тĕлĕшпе тунă ĕçе.




#Article 854: Ефимов Лев Архипович (105 words)


Лев Архипович Ефимов — чăваш çыравçи, историк. Вăл 1953 çулхи раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Какаçра хресчен çемйинче çуралнă.

Чăваш Енĕн Муркаш районĕнчи Тивĕшри вăтам шкулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн И. Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчĕн ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ. 

Студентсене «Чăваш Енĕн историйĕ» курс вĕрентет, диплом ĕçĕ çыракан студентсен ăслăлăх ертӳçи пулса тăрать. 

Лев Архипович пултаруллă учитель çеç мар, вăл - ăста платник та, кăмакаçă та, кĕтӳçĕ те, купăсçă та. Кунпа пĕрлех - çăматă йăвалакан, хурт-хăмăр ăсти.

Л. А. Ефимов районти, республикăри хаçат-журналсенче 100 ытла истории статйисемпе документла очерксем пичетленĕ. Вăл çавăн пекех 50 ытла наука ĕçĕ çырнă.

 




#Article 855: Андреева Зоя Захаровна (141 words)


Зоя Захаровна Андреева — (1947 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕ, Тавăт ялĕ,  Элĕк районĕ, Чăваш АССР — 1992 çул, чӳк, 16, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш актриси, юрăçĕ, Чăваш халăх артисчĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти мусăк училищинче пĕлӳ пухать, кайран Хусанти консерваторине (З. Хисматуллина класĕ) вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан 1974 çулта вăл Чăваш мусăк театăрĕнче ĕçлеме тытăнать. Пĕрремĕш юрă партийĕсенчех вăл хăйне талантлă оперă юрăçи пулнине кăтартать. Кĕçех Зоя Захаровнăна ертсе пыракан партисене юрлама шанаççĕ. Театрта 18 çул тăрăшать.

Унăн ячĕ Чăваш Енĕн опера юррин ӳнерĕпе тачă çыхăннă. Юрăç 30 ытла партире Виолетта, Джильда, Розина, Микаэла, Маргарита, Марфа, Иоланта, Нарспи, Чĕкеç тата ытти рольсене сăнарлать. 

Зоя Захаровна Мускавра, Ленинградра тата ытти хуласенче ирттернĕ Чăваш культурин кунĕсене темиçе хутчен те хутшăнать, унăн сценă çинчи пултарулăхне оперăна юратакансем яланах ăшшăн йышăнаççĕ.

Л. И. Ефимов, «Элĕк Енĕ», Аликово, 1994.




#Article 856: Раççей Федерацийĕн Сывлăш Çар Вăйĕсем (450 words)


Раççей Федерацийĕн Сывлăш Çар Вăйĕсем (РФ СÇВ) — Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă вăйĕсен тĕсĕ. 
Сывлăш Çар Вăйĕсен Тĕп çарпуçĕ — генерал-полковник Зелин Александр Николаевич.

Раççей Федерацийĕн Сывлăш Çар Вăйĕсем (Раççейĕн СÇВ) — тăшманăн çар ушкăнĕсене шыраса тупасси, сывлăшра мăнаçлăха çĕнтерсе илесси, çĕршывăн вăрçăна кирлĕ хуçалăх районĕсене, тĕпĕсене, çар ушкăнĕсене сыхласси, тăшман сывлăшран тапăнассине пĕлтересси, унăн вăрçă, вăрçă хуçалăх потенциалĕн тĕпĕсене аркатасси, Типçĕр çарĕсемпе флотăн вăйĕсене сывлăшран хӳтĕлесси, сывлăшран десант антарасси, çар вăйĕсене тата материаллă хатĕрсене сывлăш урлă куçарасси.

Императăрăн сывлăш-çар флочĕ — Раççей империйĕн Сывлăш Çар вăйĕсем 1910 çултан пуçласа 1917 çулчен хĕсметре империне хӳтĕленĕ. Кĕске истори пулин те, императăрăн Сывлăш-çар флочĕ тĕнчере чи лайăххи пулса тăрать, вырăс тата тĕнче авиацин аталанăвне ӳсĕм хунă.

Легендарлă вĕçевçĕ Петр Нестеров пĕрремĕш сывлăш таранĕ туса кăтартнă.
Императăрăн сывлăш-çар флочĕн кун-çулĕ 1917 çулта вĕçленет, революци хыççăн çар авиаци промыçлăхĕ арканса кайма тытăнать. Пĕрремĕш вырăс вĕçевçисен чылайăшĕ граждан вăрçин çапăçăвĕсенче вилет е Раçсейрен тухса каять.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пуçламăшне совет СÇВ вăрçа хатĕр пулайман: 1931 çулта Сталин палăртнă: «Совет промышленнăçĕ анăç çĕршывсенчен 50-100 çула юлса пырать». 1941 çĕртме, 22 тĕлне совет авиапромĕ талăкра 50 çар самолечĕ туса кăларнă пулнă.

Совет сывлăш-çар вăйĕсене 1918 çулта Рабоче-крестьянский воздушный флот ятпа йĕркелесе хунă. Çамрăк Совет патшалăхĕ мăнаçлă индустриализаци ирттерсе Раççей империнчен юлнă çар авиацине çĕнĕлетет. 30-х çулсенче Поликарповăн И-15 и И-16 истребитĕлĕсене, Туполĕвăн ТБ-1, ТБ-2 тата ТБ-3 бомба пăрахакан самолечĕсене кăларма пуçлаççĕ.
Совет СÇВ ĕçре тĕрĕслесси Испанири граждан вăрçи тапхăрĕнче 1936—1939 лекет, унта пирĕн самолетсем нимĕçсен çĕнĕ моделĕсене, çав шутра Мессершмитт Bf.109 самолетпа, кĕрешме тивет. 

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн СÇВ çĕнĕлетнĕ, çĕнĕ техникăна ĕçе кĕртнĕ, сывлăшри çапăçу тактикине те хастарлатнă. 1980-мĕш çулсем вĕçнелле совет Çывлăш Çар вăйĕсенче 10 пин самолет, çак СССРа тĕнчери хăватлă СÇВ шутĕнче тăратнă.
СÇВ виçĕ пайран тăнă: Инçет авиаци (ИА)  стратеги бомбардировщики; Фронт авиацийĕ (ФА) — чикĕ çумĕнчи зонăсенче сывлăшра хӳхĕме çĕнтерсе илесси тата ÇАТУ авиацине чарак лартасси; Çар-транспорт авиацийĕ (ÇТА) — япала куçăрасси. Сывлăшран Хӳтĕлекен Çарсем хăй тĕллĕ çăр тĕсĕ пулса юлать, вĕсем СÇВ шутне кĕмеççĕ.

СССР 1991, раштавра СССР Сывлăш Çар вăйĕсене Раççейпе ытти  14 ирĕклĕ республикăсем хушшинче пайланă. Раççее совет СÇВ 40 % яхăн техникăпа 65 % хĕсметри çынсем лекнĕ, унăнах çеç пост-совет территорийĕнче инçет стратеги авиацийĕ юлать.
Чылай самолечĕсене малтан пĕрлĕхлĕ (союзлă) республикăсенчен Раççее куçарнă. Хăшĕсене касса çĕмĕрнĕ. Сăмахран, çĕнĕ 6 Ту-160 самолета, Украинăра хĕсметре пилĕк çул çеç тăнăскерсене, АПШ дипломатийĕ пусарнипе вакласа тĕп тунă. Юлнă 8 самолетне Раççее газ парăмне сапласа тавăрнă. Çак асаплă пулăмсем 2000-мĕш çулсемчен тăсăлнă.

Унта пĕтĕмпе 4 бригадă ТРК

РФ СÇВ шутне çак тĕслĕ çарсем кĕреççĕ:

Раççейĕн СÇВ хăйĕн шучĕпе — пысăккăшĕпе тĕнчере виççĕмĕш вырăнта шутланать, ытларах АПШпа КХР çеç.

Усă куракан самолетсем — 1277

Усă куракан самолетсем — 745

Усă куракан самолетсем — 103

Усă куракан самолетсем — 180

Усă куракан самолетсем — 260




#Article 857: Халхасем (137 words)


Халха, халхасем, халха-монголсем — монгол ушкăнне кĕрекен халăх, халха чĕлхипе калаçаççĕ.

Раççей Федерацинчи шучĕ 2117 çын (1989). Чылаййăн Монголире (1,7 млн. çын), варринчи, кăнтăрти тата тухăçри çĕрĕсенче (аймакĕсенче) пурăнаççĕ. Халха чĕлхипе калаçаççĕ. Çыруллăхне 1945 çулта вырăс  алфавитне тĕпе хурса (XII ĕмĕр - 1945 – авал монг. çыруллăхĕ уйгур графикипе). Тĕнĕ енĕпе - буддистсем-ламаистсем. Малтанах, XVI ĕмĕр варринче, Халха топоним  (монг. халх - питлĕх, хӳтлĕх) Çурçĕр Монголин (паянхи Монг. Респ. нумайăшĕ) территорине пĕлтернĕ пулас, каярахпа вара çак этноним кунта пурăнакан халăха куçать. Монгол хроникисенче XVII - XVIII  12 халха ăрăвĕсем (ăрачĕ) пирки асăнни пур; çавсенчен 7 XVI ĕмĕрте Гэрэсэндзэ айне пулнă, вара вĕсем Xалха халăхĕн тăхăмĕсем шутланаççĕ. Xалхасем шутне тĕрлĕ этнос йăхĕсем: монгол (борджигинсем, хотогойтсем, даригангасем, хорчинсем, чахарсем, узумчинсем) тата монгол мар йăхсем (тангутсем, сартулсем тата ыттисем те) кĕреççĕ. Раççейре вĕсем пысăк хуласенче пурăнаççĕ, Мускавра — 301 çын.




#Article 858: Ураскилтри литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ (133 words)


Ураскилтри литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕ  — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Ураскилт ялĕнче, Ураскилтри вăтам шкул çумĕнчи ятарлă çуртра вырнаçнă.

Гурий Константинович Терентьев вĕрентӳçĕ, таван ен тĕпчевçи]та ĕçлеме  Ураскилтри вăтам шкулта тытăнсанах ачасене тăван ен тĕпчев ĕçне явăçтарса çулçӳревпе тăван ен тĕпчев кружокне уçнă. Тăван тавралăхпа куçа-куçăн паллашса, тĕрлĕрен коллекцисем, гербарисем, фотоӳкерчĕксем, çырса панисем, авалхи укçасем, ӳкерчĕксемпе ватă çынсем каласа панисене çырса пырса вĕрентӳçĕ ертсе пынипе шкул ачисем музей тума шутлаççĕ. Ураскилт шкулĕнче Чăваш халăх сăвăçи А. Артемьев, Н. Ваçанкка сăвăç, П. Емельянов, Илья Тукташ, А. Малов, Г. Харлампьев пурнăç сĕткенĕ илнĕ. Чăваш çыравçисен Пĕрлĕхĕ те музей йĕркелес шухăшпа килĕшсе çак ĕçре пулăшса пынă. Музей чаплă ларура 1986 çулта уçăлнă. Ăна уçнă уява ентеш сăвăçсемпе çыравçăсем хутшăннă, хăйсен кĕнекисене парнеленĕ. Г. Харлампьев хăйĕн ӳкерчекĕсене те музее упрама панă.

Музей пилĕк уйрăмран пуçтарăнса тăрать.




#Article 859: Чăваш Сурăмĕнчи шкул историйĕн музейĕ (100 words)


Чăваш Сурăмĕнчи шкул истори музейĕ  — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм ялĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулĕн музейĕ.

Музей шкул çуртĕнче, истори кабинечĕ çумĕнчи пӳлĕмре вырнаçнă.

Музейе 1992 çулхи чӳк уйăхĕнче уçнă, çавăн чух шкул 130 çула çитнĕ уяв кунĕ пулнă. Ăна Л. И. Ефимов вĕрентӳçĕ тăван ен тĕпчевçи ертсе пынипе шкулти çулçӳревпе тăван ен тĕпчев кĕтесĕ йĕркеленĕ.

Музейри Шкула — 130 çул экспозици хăнасене сăнӳкерчĕксемпе, архив докуменчĕсемпе тата урăх материалсемпе паллаштарать. Музейре Чăваш Сурăм ялĕпе Элĕк район кун-çулне кăтартнă. Çĕршывĕпе чапа тухнă ентешсем çинчен пухнă материалсем, асаилӳсем (çав шутра магнитлă управсем те), сăнӳкерчĕксем, архив материалĕсен копийĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ.




#Article 860: Тавăтри тăван ен тĕпчев музейĕ (143 words)


Тавăтри тăван ен тĕпчекен музей  — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Тавăт ялĕнчи музей. Ятарлă çуртра вырнаçнă. Çирĕплетӳ хучĕн (свидетельство) нумĕрĕ 5430.

Музее 1979 çулта Семен Тихонович Тихонов вĕрентӳçĕ тăрăшнипе йĕркеленĕ. Уçнă чухне музей валли çурт пулман, экспонатсене пĕр пӳлĕмре çеç вырнаçтарма тивнĕ. 1990 çулта кăна музее уйрăм çурта куçарнă.

Истори уйрăмĕнче Тавăт ялĕн историйĕпе туллин паллашма май пур.

Çавăн пекех шкул историйĕпе çыхăннă экспонатсем, сăнӳкерчĕксем пысăк вырăн йышăнаççĕ.

Пĕр кĕтесе Совет Çарĕн кун-çулне халалланă. Вăрçăра паттăррăн пуçĕсене хунă ентешсене тата ветерансене халалласа тунă стенда вырнаçтарнă, унăн айĕнче — вăрçă хатĕр-хĕтĕрĕ.

Этнографи уйрăмĕнче шурă пиртен çĕленĕ кĕпе-тумтир, савăт-сапа, ĕлĕххи ĕç хатĕрĕсем вырăн тупнă.

Археологи уйрăмĕнче авалхи чĕрчунсен шăммисем, унсăр пуçне чи хаклă экспонатсем: 1956 çулта Тавăт çывăхĕнче археологи ĕçĕсенче кивĕ масара алтса кăларнă савăт-сапа т.ыт. те.

Ӳсентăрансемпе чĕрчунсем пирĕн тăрăхри пулăсем, кайăксемпе, ӳсентăрансем çинчен пĕлӳлĕхе хăпартма ансат.   

Хуçалăхра усă куракан япаласем уйрăм вырăн йышăнаççĕ.




#Article 861: Александров Анатолий Александрович (политик) (107 words)


Александров Анатолий Александрович, — чăваш политикĕ. 1938 çулхи раштавăн 2-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ районĕнчи Михайловка ялĕнче çуралнă. 2006 çулхи чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче чĕри тапма чарăннă. 

Анатолий Александрович вун-вун техника çĕнĕлĕхе кĕртнĕ. 1974 çулта производствăри пысăк кăтартусемшĕн Анатолий Александрова Социаллă Ĕç Паттăрĕ ятне панă.
 
Пуян опытне Анатолий Александров хăйĕн юлташĕсене панă. Заводра Александровсен ĕç династийĕ йĕркеленнĕ, вăл паян та Шупашкар хулин машиностроени комплексне аталантарассине хăйĕн пысăк тӳпине хывать. 

Анатолий Александрович общество ĕçĕнче те хастар пулнă, Чăваш Енре пысăк ят-сум тата хисеп çĕнтерсе илнĕ, СССР Аслă Канашĕн вунпĕрмĕш суйлаври депутатне, Чăваш АССРĕн саккăрмĕш, вуннăмĕш суйлавсенчи Аслă Канашĕн депутатне суйланнă. Вăл республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне хăйĕн пысăк тӳпине хывнă.




#Article 862: Маркомансем (222 words)


Маркомансем, — авалхи свевсемпе тăванла пулнă герман йăхĕ.

Пирĕн эрăчченхи пĕрремĕш пинçуллăхĕн иккĕмĕш пайĕнче хальхи Саксонипе Тюринги çĕрĕсем çинче пурăннă. Пирĕн эрăчченхи II ĕмĕр вĕçĕнче-I ĕмĕр пуçламăшĕнче Майн шывĕн вăтампа тури юхăмĕ çине куçнă. 

Пирĕн эрăчченхи 58 çулта Ариовист ертсе пыракан йăхсем шутне кĕнĕ пулас, унпа пĕрле Галли çине харçăпа кайнă. Пирĕн эрăчченхи 8-мĕш çулта вĕсем çĕрĕсем çине римлянсем пырса кĕнĕ. Клавдий Друз Нерон ертсе пыракан римлянсене çĕнеймен те хальхи Чехи çĕрĕсем çине пурăнма куçнă. Унта вара вĕсем Маробод ертсе пыракан йăхсен пĕрлешĕвне кĕнĕ. Çĕнĕ çĕре куçнă май вĕсем унти пĕр кельт йăхне, бойисене, урăх вырăна куçма хистеме тивнĕ. Çак йăхсен пĕрлешĕвĕнче маркомансем чи вăйлисем пулнă. Вĕсемсĕр пуçсăр çак пĕрлешĕве квадсем, лангобардсем, семнонсем тата гермундурсем кĕнĕ.

Маробод чаплă йăхран тухнă пулнă, çавна май ун ачалăхĕ Август императорĕн килĕнче иртнĕ. Лайăх пĕлӳ илнĕскер вăл хăйĕн çарне римлянсем пек йĕркеленĕ — ун çарĕнче 70 пинлĕ çуран çар, 4 пинлĕ утлă çар пулнă. Çапах та 17 çулта херусксен ĕмпĕвĕ Арминей унăн çарне çапса аркатнă, маркомансен вара Танай шывĕ патне чакма тивнĕ. 19 çулта Маробода астул çинчен кăларса çапнă, вăл римлянсем патне тарнă.

I-II ĕмĕрсенче маркомансемпе квадсем Танай хушшинчи чикĕсем патĕнче яланах римлянсене хăратса тăнă. 166-180 çулсенче вара çак тытăçусенчен Маркоман вăрçи тухнă.

IV ĕмĕртен пуçласа маркомансем Халăхсен аслă хусканăвĕ шутне хушăннă. V ĕмĕрте Бавари çĕрĕнче чарăннă, çапла май вĕсем баварсен мăн аслашшĕсем те пулма пултараççĕ.




#Article 863: Маркоман вăрçи (105 words)


Маркоман вăрçи (166—180) — германпа сармат йăхĕсем Римпа çапăçнă вăрçă. Хирĕçӳ маларах асăннă йăхсем Рим империйĕн хĕвеланăç енчи чиккисем патĕнче куçса çӳренине кура пуçланнă.

Рейнпа Танай чикки урлă каçса маркомансем, квадсем, гермундурсем тата ытти йăхсем Италине кансĕрлеме пуçланă. 169 çулта вĕсем Аквилея хӳтлĕхе çавăрса илнĕ, Опитерги хулине аркатнă.

Вăрçăра кам çĕнтересси паллă пулман. Пĕрисем çентернĕ хыççăн кайран вĕсене хирĕçекен тепĕр енĕ çĕнтернĕ. Çапла çапăçа-çапăçа темиçе çул иртнĕ. 172-174 çулта çеç Марк Аврелий император çарĕ маркомансен çарне чарма пултарнă. Чармашкăн римлянсен те нумай вăй пĕтнĕ. 175 çулта вара çапăçакансем пĕр-пĕрин хушшинче мирлĕ килĕшӳ алă пуснă. Ку килĕшӳ тăрăх йăхсем Рим империне пăхăнмалла пулнă. Çакăнпа вăрçă вĕçленмен-ха...




#Article 864: Свевсем (135 words)


Свевсем, е свебсем (лат. Suevi, Suebi), — пирĕн эрăчченхи I ĕмерпе пирĕн эрăри II ĕмĕр хушшинче Эльба, Майн, Неккар, Тури Рейн юханшывсен тăрăхĕнче пурăннă герман йăхĕсене пĕтĕмĕшле палăртакан халăх ячĕ. Свевсем шутне семнонсене, маркомансене, гермундурсене, квадсене тата ытти йăхсене кĕртеççĕ.

Ку халăха чи малтан Цезарь асăннă. Пирĕн эрăчченхи 71-мĕш çулта вĕсем Рейн урлă каçса Галли çĕрĕнче тĕпленме шутланă. Пирĕн эрăчченхи 58 çулта вара Цезарь свевсен çарне çапса аркатнă. Лешсене Ариовист ертсе пынă пулать.

Тацит вара Балтика тинĕсĕпе Танай хушшинчи пур йăхсене те свев тесе шутланă. Балтика тинĕсне те вăл Свев тинĕсĕ (Mare Suebicum) тенĕ. Каярахпа вара свевсене ытлах асăнсах каймаççĕ. Ытларах йăхсене уйрăмшарăн асăнма тытăнаççĕ. Хăш-пĕр чухне свев тесе квадсене асăнаççĕ. Свевсенчен кайран алемансем пулса кайнă курăнать. 

Свевсем хальхи чылай Европа халăхĕсен аслашшĕсем пулаççĕ. Австрсенче, нимĕçсенче, испансенче, португалсенче, голландсенче тата ытти халăхра вĕсен юнĕ юхать.




#Article 865: Гётсем (131 words)


Гётсем (гётсем, гаутсем;  götar, авал сканд. gautar) — пирĕн эрăчченхи II ĕмĕртен пуçласа пирĕн эрăн пĕрремĕш пинçуллăх вĕçĕпе иккĕмĕшĕн пуçламăшĕ таран Скандинавин кăнтăр пайĕнче, Венернпа Веттерн кӳлĕсем патĕнче пурăннă герман йăхĕ. Свейсемпе пĕрле вĕсем хальхи шведсен мăн аслашшĕсем (ламтайĕсем) пулаççĕ. Швецин кăнтăр пайне халĕ те Гёталанд (Гётсен çĕрĕ) теççĕ. 

Гётсем готсемпе хăш енчен тăван пулни халĕ те паллă мар. Скандинави халапĕсенче çавăн пекех гаутсене асăнаççĕ — вĕсемпе хăш епĕпе тăван пулни те паллă мар. 

Гётсемпе свейсем патшана пĕрле суйланă пулин те, свейсем ялан çӳлте пулнă. Västgötalagen-ра (XIII ĕмĕр патнелле) çаплах çырса хунă: Патшана суйлама тата ăна астулран кăларма свейсем кăна пултараççĕ.Тĕслĕхрен, 1125 çулта гётсем Вăйлă Магнуса патшана лартасшăн пулнă, анчах та ку свейсене килĕшмен. Çапла вара 1130 çулта лешĕн тăван çĕрне пăрахса кайма тивнĕ.

Свейсемпе гётсем Вăтам ĕмĕрсем тăршшипех уйрăлса тăнă.




#Article 866: Свейсем (136 words)


Свейсем, свионсем, свитьодсем (швед. Svitjod — «свейсен халахĕ») — гётсемпе тăванлă герман йăхĕ, шведсен мăн аслашшĕсем.

Свейсем хальхи Швецин вăтам пайĕнче пурăннă. Тĕп хули хальхи Упсала хули патĕнче пулнă. Пирĕн эрăри пĕрремĕш пинçуллăхăн иккĕмĕш пайĕнче свейсем гётсене çĕнтернĕ. Çапла вара кайран çак икĕ йăхран шведсем пулса кайнă. Пĕрлешсе йĕркеленĕ патшалăх ячĕ Свитьод пулнă. Вăхăт иртнĕ çемĕн унăн ячĕ Svearike (свейсен çĕршывĕ) çине улшăннă. Датчан чĕлхи пысăк витĕм кӳрсе çак ят Sverige (свэрье) çине улшăннă — Швецине шведсем çапла калаççĕ.   

Халăх ятне хальхи швед чĕлхинчи sjö (шё илтĕнет) сăмахпа çыхăнтарма пулать. Ку сăмах «кӳлĕ», «тинĕс» пĕлтерĕшлĕ. Jod сăмах (таат унăн тĕрлĕ варианчĕсем) авалхи скандинав чĕлхинче «халăха» пĕлтерет. Кăштах улшăннăскер вăл икĕ герман йăхĕсен ячĕ пулса тăнă — готсемпе ютсен.

Свейсемпе «Свитьода» римлянсен историкĕсем те асăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсене авалхи чул палăксем çинче тĕрĕ çыруллахĕпе çырнисене вулама пулать. 




#Article 867: Сакссем (132 words)


Сакссем, — авалхи герман йăхĕсен çурçĕр-тухăç ушкăнĕ.

Ячĕ мĕнле пулса кайнине халĕ те тĕплĕн татса параймаççĕ. Ахăртнех халăх хăйне урăхла чĕннĕ, ку çирĕпленнĕ ята вара антика вăхăтĕнчи çыравçăсем панă. Сакссен кинжалĕ ыттисенчен уйрăлса тăнăран вĕсене çапла ят панă курăнать.

Сакссем Вестфали, Анат Саксони (фризсем пурăннă çĕрсене шута илмесĕр), Хольштейн, Мекленбург, тата Саксони-Анхальтăн çурçĕр пайĕнче пурăннă.

Римлянсен çырăвĕсенче вĕсене пĕрремеш хут III ĕмĕрте асăнаççĕ. Çырăвĕсенче сакссем тинĕсре вăрă-хурахла çӳрени пирки вĕсене ӳпкеленĕ.

III-V ĕмĕрсем хушшинче вĕсем англсемпе тата ютсемпе пĕрле Британин кăнтăр пайне куçса кайнă. Каярах çапăçса пĕр-пĕрне самай тустарнă хыççăн утрав çинче англосакс халăхĕ хуçаланма пуçланă. 

Вестфалсем Рейнпа Везер хушшинче пурăннă. Халăх ячĕ «анăçри çынсем» тенине пĕлтернĕ.

Остфалсем, е «тухăç çыннисем», Везерпа Эльба юханшывсем хушшинче пурăннă.

Энгрсем сакс йăхĕсен варринче пурăннă. Вĕсен çĕрĕнче сакссем çулсерен пуху ирттернĕ. Вăл вырăн Маркло ятлă пулнă.




#Article 868: Херусксем (130 words)


Херусксем (лат. Cherusci) — герман йăхĕ, Везерăн вăта юхăмĕнче, унăн юпписем хĕрринче тата Гарц патĕнче пурăннă. Вĕсен чиккисем Эльба патнех çитнĕ.

Пирĕн эрăн юлашки ĕмĕрсенче Рейнпа Эльба хушшинче герман йăхĕсен ушкăнĕсем йĕркелене пуçланă:

Пирĕн эрăн I-II ĕмĕрсенче герман йăхĕсем пĕрлешме пуçланă, вăл пĕрлешӳсенчен каярахпа герцоглăхсем йĕркеленнĕ. XI ĕмĕр çитнĕ тĕле вĕсем Франксен патшалăхне кĕнĕ.

Пирĕн эрăчченхи 9 çулта херусксем пăлханма тытăннă — вĕсене римлянсем хуçаланни, çара илсе кайни, куланай тӳлемелли килĕшми пулнă. Арминий ертсе пынипе вĕсем Тевтобург варманĕнче (Вестфали) римлянсене çапса çĕмернĕ. Римлянсен виçĕ легионне тата вĕсен Квинтилий Вар çарпуçне пĕтернĕ. Темиçе çул иртсен кăна римлянсем вĕсене çапса аркатма вăй çитернĕ. Арминий 19-мĕш çулчченех Рим па кĕрешнĕ. Кайран вара ăна тăванĕсем вĕлернĕ. 

Пĕр-пĕринпе кĕвĕçни, юнашар пурăнакан йăхсемпе çапăçни херусксен вăйне самай хавшатнă. 21-мĕш çул хыççăн вĕсен çĕресем хаттсене пăхăнма пуçланă.




#Article 869: Алемансем (105 words)


Алемансем е аламансем, — герман йăхĕ. Хальхи швабсен мăн аслашшĕсем пулаççĕ. 

Ку халăха пĕрремеш хут Аламаникус ятпа асăннă. Çапла вĕсене Рим императорĕ Каракал (вăл вĕсене пăхăнтарнă) çырса хăварнă. Хăш-пĕр роман чĕлхисенче (сăмахран, франци, итал, португал тата испан чĕлхисенче) «алеман» ятпа пĕтĕмĕшле нимĕçсене палăртаççĕ.

Малтан вĕсем Майн юханшывăн (Рейнăн пысăк юпписенчен пĕри) тури юхăмĕнче пурăннă. Пирĕн эрăн пĕрремĕш пинçуллăх пуçламăшĕнче Эльба шывĕн кăнтăр енче пурăннă. III ĕмĕрте алемансем Рим империйĕн чикки урла каçса Галлипе Италине кĕме пуçланă. V ĕмĕр вĕçĕнче франксем вĕсене хальхи Германин кăнтарпа Австрин анăç çĕрĕсем çине хĕссе кăларнă.

Ытти герман йăхĕсем пекех алемансем те Рим империне хирĕç харçа çӳренĕ, анчах та нумайăх хутшăнман.




#Article 870: Прицак Омельян Иосифович (139 words)


Омелья́н Ио́сифович Прица́к (; ака,7, 1919, Лука, Самбор повячĕ, Львов вăйпутлăхĕ, Поляк Республики — çу, 29, 2006, Бостон, шт. Массачусетс, АПШ) — американ историкĕ-тухăç пĕлевçи, Гарвард университечĕ профессор-эмеричĕ, Гарвардри украинистика институтне () йĕркелекенĕ тата унăн пĕрремĕш директорĕ (1973—1989), Украинăн НА ютçĕр пайташĕ, А. Крымский ячĕллĕ Тухăç пĕлĕв институтне никĕслекенĕ тата унăн пĕрремĕш директорĕ (1991—1998), хисеплĕ президенчĕ.

Ăслăх тĕпчевĕсен облаçĕ: период Авалхи вырăс патшалăхĕн малтанхи тапхăрĕ, унăн историпе çыхăннă тухăçри çăлкуçсене тĕпчени. Унсăр пуçне, хăйĕн ĕçĕсене хазарсен, печенегсен, кăпчаксен историне тĕпченĕ. М. Грушевский никĕс хывнă украин наци шкулĕн йăлисене тăсаканĕ. А. Крымскинчен вĕреннĕскер.

О. И. Прицакăн чи пысăк ĕçĕ — 5-томлă «Руç пулса кайни» (, ), унăн пĕрремĕш  томĕ 1981 çулта акăлчанла тухнă. Киев Руçĕ пуçланса кайнине норманн позицисене шута илсе ăнлантарнă. Çаплах вăл Н. Голб ăсчахпа пĕрле «Киев çырăвне» тĕпчесе кăларнă монографипе паллă, унта Киева хазарсем никĕсленĕ тесе ăнлантарнă.




#Article 871: Арккасси (138 words)


Арккасси, — Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрекен ял.

Архив хучĕсенче яла чи малтан XVII ĕмĕр вĕçĕнче асăннă. Пĕрремĕш çурта 1686 çулта лартнă. Ял таврашĕнче 4 çырма-лапă пулнă. Пĕр çырми – Ялкуй. Ялĕ те вара Ялка ятлă çынран пуçланса кайнă. Ял арçын ячĕнчен пуçланнă пирки Арккасси пулса тăнă. Ар сăмах арçын тенине пĕлтерет. 1898 çулта ялта пурĕ 54 кил пулнă.

Ял вĕçĕнче 12 çил арманĕ ларнă. Кăкшăм çинче çăм арманĕсем, пĕвесем, утар тытакансем пулнă.

Урам ячĕсем сыхланса юлнă: Тури, Сăртри, Леш айкки, Лапри. 

Арккасси ялĕ центр пулнă. Кунта ял совечĕ, колхоз правленийĕ, сывлăх çурчĕ, 4 çул вĕренмелли шкул, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп фермисем пулнă.

Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăк ял халăхĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна 1966 çулта ака уйăхĕнче А.П. Петровпа Г.И. Иванов туса лартнă. Вĕсем ăна тăвассишĕн пĕр пус укçа илмесĕр ĕçленĕ. Вĕсене вăл вăхăтра шкулта ĕçленĕ В.М. Михайлов хавхалантарса пынă.




#Article 872: Золотов Пётр Терентьевич (142 words)


Пётр Терентьевич Золотов (25.1.1902,  Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни — 1.5.1989, Шупашкар) — чăваш историне пухаканĕ, журналисчĕ, литература куçаруçи. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ.

Чĕмпĕрти ВКП (б) обкомĕ хушнипе Çĕнĕ Кил районĕнчи Елакурă салинчи çĕр ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче ĕçлет. Пётр Терентьевич хистенипе-тарăшнипе 1928-1929 вĕренӳ çулĕ тĕлне пуш вырăнтах вĕренӳ çурчĕ, вĕрентӳçĕсем валли хваттерсем, вĕренекенсем валли пурăну çурчĕ, çавăн пекех хуçалăх çурчĕсем (сĕтел апатланăвĕ, мунча, ĕç-пултарулăх, тимĕрç лаççи) туса лартаççĕ. Шкулĕ юханшыв çумĕнче çĕр гектар вырăн йышăннă, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, шкул ачисемшен пахча пуянлăхĕсем тӳлевсĕр апат пулнă. Çак шкулта П. Т. Золотов обществоведенипе вĕрентсе, вĕрентӳ ĕçĕн ертӳçи пулса 6 çул ĕçленĕ.

? - 1937 çулхи çĕртме уйăхĕччен Ленинградри Тухăç институтĕнче редактор-тăлмач курсĕсенче пĕлӳ пухать.

Петр Терентьевич хăйĕн мăшăрĕпе Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсен шкулĕнче вĕренсе тухнă Елизавета Ивановнăпа тăватă ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ.

Хаклă ентешĕмĕр 1989 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче куçĕсене ĕмĕрлĕхех Шупашкар хулинче хупнă.




#Article 873: Элĕкри халăх театрĕ (141 words)


Элĕкри халăх театрĕ — Чăваш Енĕнчи Элĕк районĕн театрĕ. Театр Элĕкре, культура керменĕнче вырнаçнă.

Вăрçă хыççăнхи çулсенче драма коллективне Кузьмин, Еремеев ертсе пынă. Аллăмĕш çулсенче ку ĕçе Тавăт ялĕнче пурăннă Иван Георгиевич Георгиев çирĕппĕн аталантарса янă, ун чухне вăл районти культура çурчĕн директорĕ пулнă. Çав çулсенче клуба яланах çӳрекенсем культура çурчĕн сцени çинче Иван Георгиев хатĕрлесе лартнă «Айтар», «Нарспи» спектакльсене халĕ те ырăпа асăнаççĕ.

Элĕкри халăх театăрĕн пĕрремĕш ĕçĕ — çармăс драматургĕ А. Волков çырнă Туй икерчи камит тăрăх ӳнерленĕ спектакăль. Унăн премьери 1968 çулта, чӳк, 20 пулса иртнĕ. Театăрăн çак пĕрремĕш ĕçĕнче В. Л. Тихонова (малтанхи хушамачĕ Золотова), Л. Г. Герасимова, А. Г. Григорьев, А. А. Янович, М. М. Михайлов, Д. И. Илларионов, З. М. Винцова, А. Г. Гурьева хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Спектакăле Д. Илларионов лартнă, ӳнерçи П. Александров пулнă, кĕввине К. Волков йĕркеленĕ. Спектакăле пĕтĕмпе 20 хутчен выляса кăтартнă.  




#Article 874: Чаппан вăрçи (521 words)


Чаппан вăрçи — Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Элĕк районĕн территорийĕ) Чăваш Сурăм таврашĕнчи çĕр ĕçтешĕсен вăрçи.

Анчах та Советсене хирĕçлисем çывăрман, вăрлăх пухас ĕçе хирĕç тăрса тĕрлĕрен суя-элек сарнă. «Пухнă вăрлăха Советсем ют çĕршывсене, Германие ăсатаççĕ, сирĕн уйсем вара çуракинче акăнмасăрах юлĕç »,— тесе хăратнă вĕсем çĕр ĕçченĕсене. Чылай çĕрте пăлхавсем пуçланнă. Чăваш облаçĕнче 58 вулăсран 14 вулăса ярса илнĕ вăл. Кунта вырăнсенчи ака ĕç комитечĕсен йанăшĕсене те палăртмалла. Вĕсем ăнлантару ĕçне кирлĕ пек туса çӳремен, хушупа административлă меслетсемпе хистенĕ. Çакăнпа вара кулакла элементсем усă курнă: астарса та хăратса çĕр ĕçченсене хăйсем майлă çавăрнă. Çапла вара 1921 çулхи кăрлач варринче Чăваш Енче пăлхав тапранса каять. Халăхра ăна «Чаппан вăрçи» ятпа палăртнă. Çак халăх вăрçи — Тамбов кĕпернинче «антоновсен» пăлхавĕн пĕр сыпăкĕ шутланнă.

Чăваш Сурăм вулăсĕнчи пăлхава ертсе пыраканĕсем — Çатра Хуракасси, Шупуç тата ытти ялсенчи кулакла элементсем вулăсри чылай ялсенчи çынсене хăратса, улталаса кăрлачăн 24-мĕшĕнче вулăс тĕпне — Чăваш Сурăм вулĕçтăвкомне аркатма, коммунистсене, совет ĕçченĕсене вĕлерме ертсе пынă. Пăшалпа, сенкĕпе, çавапа, пуртăпа, чукмарпа хĕçпăшалланнă çĕр ĕçченĕсен шучĕ 6-7 пине çитнĕ. Вĕсем вулĕçтăвком çуртне аркатнă, шалти йывăç хатĕр япалисене ватса пĕтернĕ, архив ĕçĕсене, ĕç хучĕсене тула илсе тухса çунтарнă. Сейфне те тула сĕтĕрсе тухнă, анчах уçма пултарайман.

Юлашкинчен çуртне те чĕртсе янă, ун хыççăн ĕçе тухса кайнă коммунистсене тытас шутпа ялсем тăрăх шырама пикеннĕ. Вулĕçтăвком çуртне вырăнти çынсем çунма паман — юр сапса сӳнтернĕ.

Пăлхавçăсен пĕр ушкăнĕ Анатри Хурасан а çитнĕ. Ялти кулак хӳрешкисем хĕтĕртнипе вĕсем Кочетков коммуниста хваттертен урама илсе тухнă та чукмарсемпе çапса вĕлернĕ. Пускилсем пытарса усранипе пула кăна унăн арăмĕпе икĕ ачи чĕрĕ юлаççĕ. Каçхине вĕсене Нурăса ăсатнă. Тепĕр пăлхавçисем Какаçа Илья Юдин коммуниста асаплăн хĕнесе вĕлернĕ.

Тивĕшре тырă ампарĕсене хуралланă Семен Орловпа Ыхракассинчи Семен Иванов коммуниста та тискеррĕн çапса пăрахнă. Вырăнти милици тĕкĕрчи пĕчĕк пулнипе тата хĕç-пăшал енчен хĕсĕк пулнипе пăлхава çийĕнчех лăплантарса лартма май килмен. Сăмах май, ку вăхăтра кашни милиционер пуçне 18-20 пин çынран таракан 50-65 ял халăхĕ тивнĕ.

 «24 января 1921 года, из-за подстрекательства и агитации враждебных лиц против ссыпки семян в общественные амбары, среди темных масс населения волости началось восстание. Повстанцы разбили Чувашско-Сорминский волисполком и разграбили имущество. Убито 5 человек партийных работников. 26 ноября повсанцы Чувашско-Сорминской волости сделали наступление в с. Большая Шатьма с целью разбить канцелярию начальника милиции 3 района Ядринского уезда и сжечь его дела, где отряд во главе с начальником тов. Волковым за недостатком боевых припасов пришлось отступить и отправиться в с. Норусово того же числа. Количество повстанцев — 6 — 7 тыс. человек. 27 января прибыл карательный отряд и банда разбежалась. В настоящее время в восставшую волость прибыл отряд красногвардейцев, где производят розыски главарей восстания и таковых расстреливают на месте.» . 
Çавăн пекех Ассакасси вулăсне кĕнĕ Çĕнкас Юнтапа, Кивкас ялĕсенчи çĕр ĕçченсене Кушарти кулак-куштансем хĕтĕртсе Ассакасси вулăс кантурине аркатма чĕнсе çӳренĕ. Асăннă ялсенчи çынсем кушарсем хыççăн кайман, нумайăшĕ тарса пытанма ĕлкĕрнĕ.

Чăваш Сурăм вулăсĕнчи пăлхава йĕркеленĕ пуçлăхсене кĕçех ареслеме тытăннă. 9 çынна (А. тата П. Федоровсене, Р. Филиппова, Ф. Кононова, С. Карасева, К. Гордеева, Ф. Фомина) персе пăрахнă.

Тепĕртакран пăлхава хутшăннă çынсем кулак элеменчĕсем хыççăн кайса тунă хăйсен пысăк йăнăшне ăнланса илнĕ. Халăх ампарне тырă хывас ĕç малалла пынă. Вулăсра Совет тытăмлăхĕ вăй илсе, çирĕпленсе пынă.




#Article 875: Золотовсем (221 words)


Золотовсем — Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Синер ялĕнчи паллă ăру çыннисем.
 

Çак хушаматпа хăйсене палăртассиччен Синер ялĕнчи чаплă ăрăвĕн темиçе хушаматлă çемьесем пулнă: Гордеевсем, Васильевсем, Николаевсем... Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен шкулĕнче пĕлӳ илнĕ Василий Гордеевич Гордеев хăйсен тăванĕсем умĕнче çапла сăмах тытнă:  ... Пирĕн пысăк ăру ӳссе-саралса пырать. Хĕрарăм йĕррипе те, арçын йĕррипе те çĕнĕрен те çĕнĕ турачĕсем çитĕнеççĕ. Хамăрăн тăван çыхăнăвĕсене палăртма, тăванлăхри хутшăнусене çирĕплетме пĕрлĕхлĕ хушамат кирлех. Çак хушамат Золотов пултăр...
Мĕншĕн вăл çапла хушамата суйласа илнĕ?

Василий Гордеевич Гордеев XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Хумпуç-Патăрьел шкулĕнче ĕçленĕ чух шкула тĕрĕслеме И. Я. Яковлев пынă. Иван Яковлевич шкулти ĕçсемпе паллашнă, ăна кунта пур енчен те килĕшнĕ, уйрăмах ăна В. Г. Гордеев çамрăк вĕрентӳçĕн пултаруллă ĕçĕ илĕртнĕ. Ылтăн çын эсир, Василий Гордеевич! Сирĕн ĕçсемпе паллашсан чун савăнать, — тенĕ вара хальхи чăваш çырулăхĕн патриархĕ. Çак мухтава асăнса-хисеплесе ĕнтĕ Золотов хушамат çуралать.

Йăх йĕркине тĕпчес ĕçе Николай Яковлевич Золотов пуçарса янă. 1964 çулта вăл йăх-тĕпĕн схемине туса хатĕрленĕ. Ку таранччен 900 çынна тупса палартнă. Çак хисепĕн шутне 1779 çулта çуралнă хысна тытăмлăхĕнчи (ведомствинчи) Иван Федоров ясак çĕр ĕçлекенĕ пуçлать (Ревизские сказки Аликовской волости Ядринского уезда от 18 марта 1834 года). Граждан вăрçине Золотовсен йăхĕнчен улттăн хутшăннă, виççĕшĕ киле таврăнайман, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă вунтăватă çынран улттăшĕ çапăçу хирĕсенче пуçĕсене хунă.

Элĕкри литературăпа тăван ен тĕпчев музейĕнче Золотовсем çинчен уйрăм кĕтес çинче кăтартса панă.




#Article 876: Вандалсем (144 words)


Ванда́лсем (, ), авалхи герман чĕлхисенче Венделсем (Wendel, Wentil) — готсене çывăх, авалхи герман йăхĕсен пĕрлешĕвĕ, Халăхсен аслă хускалăвĕ эпохинче палăрнăскер.

Пирĕн эрăн пĕрремĕш пинçуллăхăн пуçламăшĕнче Балтика тинĕсĕн хĕрринче (Пшеворск культури) пурăннă. Каярах кăнтăралла куçма пуçланă — Силезипе Моравине çитнĕ. Унта вара вĕсем икĕ пая пайланнă: хасдингсемпе силингсем çине.

Хуннсем хĕснине пула V ĕмĕр пуçламăшĕнче алансемпе пĕрле анăçалла куçма тивнĕ. 407 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕсем франксене çĕмĕрсе тăкса Рим империне кĕрекен Галлине çитнĕ. 409 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче вĕсем Пиреней çурутравне çитсе унта пурăнма тытăннă. 417-418 çулсенче вĕсене хирĕç Рим исперийĕ пуçарнипе вестготсем тухнă. Темиçĕ çапăçу хушшинче силингсене ним юлми çапса çĕмĕрнĕ. Хасдингсем вăл вăхăтра çурутраван кăнтăр енне çитме май тупса 429 çулта Çурçĕр Африкăна куçнă. 439 çулта вĕсем унта патшалах йĕркеленĕ, тĕп хулине Карфагена тунă. Вăл патшалăх 533 çулчченех пурăннă. 533 çулта Верисарий ертсе пыракан Тухăç Рим империйĕн çарĕ вандалсене тĕппипех çапса çĕмĕрнĕ.




#Article 877: Çăкăр (462 words)


Çăкăр — чустаран вĕри сывлăшра пĕçерсе, пăспа вĕретсе, ăшаласа хатĕрленĕ апат-çимĕçсен пĕрлĕхи ячĕ. Чустине çăнăха шывра çăраççĕ. Чылай чухне тăвар хушаççĕ, çаплах кăпăшкалаканпа (çĕпре) усă кураççĕ. Çăкăрăн хăш сорчĕсене юрмасем (тминăн тĕшшисем) тата кунжутăн, макăн вăррисене) хушаççĕ. Тĕшшисене илемлĕхшĕн те усă кураççĕ.

Çăкăра уйрăм та çиеççĕ, çу сĕрсе ас тивеççĕ, арахис çăвĕ е урăх мăйăр çăвĕ, пĕçерни е пылак спредсемпе (джем, желе, мармелад, пыл), е хаяр спредсемпе тутăлатаççĕ. 

Бутерброд апат шутне кĕрет. Çавăн пекех çăкăртан сэндвич хатĕрлеççĕ. 

Çăкăр сăмах тĕрĕксен Йогурт сăмахĕнчен тухса кайнă, йогурт вăл йÿçнĕ апата палăртат, халĕ ăна сĕтрен тăваççĕ. Чăваш чĕлхин правилипе тĕрĕксен Й саспалли Ç саспалли çине улăшăнат. Çав чăваш правилипе тата юлашки хыçалти Т саспалли усекается, тĕрĕсипе каласан тухса ÿкет: 

Заимствования из русского языка:

Çавăнпа Çăкăр - Йогурт сăмахран пулса кайат (Продукт Брожжения).

Çăкăр — Неолитра пĕçерме пуçланă çимĕç шутланать. Пĕрремĕш çăкăр кĕрперен шывра пĕçернĕ пăтă евĕр пулнă, татах та шывпа çăнăх ăнсăртран хутăштарсан пулма пултарнă. Çак çакăрăн хальхи тĕсĕсем: Мексика çĕр-шывĕнче тортильи, Инди çĕр-шывĕнче чапати, Китай çĕр-шывĕнче poa ping, Шотландире вара сĕлĕрен тунă пашалу, çурçĕр америкара кукурусран тунă пашалу тата Эфиопи çĕр-шывĕнче инжери тесе чĕнеççĕ. Çăкăр, пашалу, икерчĕ евĕр пĕçересси авалхи нумай тĕнче апачĕ шутланнă: шумерсем урпа икерчисене çинĕ, п.эрч. XII ĕмĕрте Екипет ял урамĕнчи ларьсенче та ятлă икерчĕ туянма пултарнă .
Çĕпреллĕ чустаран çăкăра пĕрремĕш Икĕпатра пĕçернĕ  — кунта тулă ӳстерсе илме ансат шутланнă, çакăн пек çăкăра хатĕрлеме икĕ çĕнĕ пахалăхлă тулăна суйласа ӳстермелле пулнă.

Çăкăр — анлă кăмăлланă çимĕç, ăна анăç тата чылай çĕрсенче çиеççĕ, Ази çĕршывĕсенче, паллах, риспа апатланаççĕ. Çăкăра часах тулă çăнăх чустинчен пĕçереççĕ. Чустана çĕпре ярса хăпартаççĕ те кăмакара (е вĕри тăвăл сунтăхĕнче) пĕçереççĕ. Çăкăр пĕçерме клейковина (вăл чустана кăпăшкалăхпа пиçĕлĕх парать) çителĕклĕ пулнипе тулă çăнăхпе усă кураççĕ, çаплах çăкăра ыраш, урпа, куккурус, сĕлĕ çăнăхĕнчен те хатĕрлеççĕ, чылай чух, пур чухне те мар, тулă çанăхне хушаççĕ.

Çăнăха тырăн тĕшĕсене тусана çити авăрттарса хатĕрлеççĕ. Çăнăх ĕнтĕ çăкăрăн тĕп тытăмĕ пулса тăрать. Анлă сарăлнă ыраш, урпа, куккурус çăнăхĕ, анчах та çăкăра яланхиллех ятарласа хатĕрленĕ тулă çăнăхĕнчен пĕçереççĕ. Вăтамран тĕшше çăнăха кăларас ĕç хальхи арманра 5 çм çити тăсăлать. Çăнăх шутне крахмалпа тĕрлĕ белок кĕрет.
Крахмалсăр пуçне, тулă çăнăхĕ белокăн шывра ирĕлекен виçĕ ушкăн белокĕсене: альбуминсем, глобулинсем, протеозасем, тата шывра ирĕлмен белоксен икĕ ушкăнне: глутенинсемпе глиадинсене тытса тăрать. Шывпа хутăштарсан ирĕлекен протеинсем арканаççĕ, глутенинпа глиадин чустан тытăмне хормăлаççĕ. Чуста çăрнă чух глутенин вăрăм та çинçе молекул сăнчăрĕ пулса тăрать, кĕскерех глиадин глутенинăн сăнчăрĕсене кĕперсемпе çыхăнтарать. Çакăн пек икĕ протеинран çыхăннă эреше клейковина теççĕ.

Çĕр улми сарăличчен çăкăр Раççейре пурăнан халăхăн тĕп çимĕçĕ шутланнă. Чыслă хăнасене «çакăр-тăварпа» кĕтсе илес йăла халиччен сыхланса юлнă. Христос тĕнĕнчи халăхсен çăкăр тĕн шухăшĕнче пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен циркӳ ĕç-пуçĕнче çăкăра тутанни Христосă кĕлеткине ăша кĕртнипе пĕр пек пулать.

Чăвашшăн çăкăр пĕлтерĕшлĕ япала, ăна вăл яланах хаклать. «Çăкăртан асли çук» теççĕ ваттисем. Литературăра те çăкăр çинчен нумай çырнă:




#Article 878: Гепидсем (167 words)


Гепидсем (, ) — готсемпе тăванлă герман йăхĕсен ушкăнĕ.

II ĕмĕрте гепидсем Скандинавирен Балти тинĕсĕн кăнтăр çыранне куçаççĕ, вырăнти бургундсене хăваласа яраççĕ. Кайран, готсем хыççăн кăнтăр-тухăçалла каяççĕ те 210 çулта Дакире вырнаçаççĕ (урăх хыпарсемпе, 250 çулта). Анат Вислăран гепидсене кăнтăралла Фастида ертсе пырать. Вăл, çапăçса хăйĕн йăхне бургундсен çĕрĕ витĕр, венетсем пурăннă Висла тăрăхĕнчи тата Карпат умĕнчи çĕрсемпе («immensa spatia») илсе каять.

Гепидсем Рим çарĕсемпе пĕрремĕш хут Наис патĕнче 269 çулта çапăçаççĕ, ун чухне Анат Мези, Фраки, Македони çĕрĕсене тустарнă герман йăхĕсен (готсем, герулсем, певкинсем, гепидсем) пĕрлешнĕ çарне император Клавдий II пĕтĕмпех аркатать. 

Проб (276 — 282) çарĕсемпе тытăçнă хыççăн гепидсен пĕр пайне, император биографĕ çырнипе, гревтунгсемпе тата вандалсемпе пĕрле империн Тăнайăн кăнтăр çĕрĕсене вырнаçтарнă. Гепидсем харçăсене Дакирен кăнтăралла куçасшăн çӳренĕ. Готсемпе Гальта хула çумĕнче, Олт юханшывăн тури юхăмĕнче, 290 çул тĕлнелле ăнăçсăр çапăçнă хыççăн гепидсен хăйсен малтанхи çĕрĕсенчех юлма тивет.

IV ĕмĕр вĕçĕнче хунсен пĕрлешĕвне кĕнĕ. VI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче лангобардсемпе авар йăхĕсен пĕрлешĕвне пăхăнма пуçланă. 

Юлашки хут вĕсене IX ĕмĕрте асăнни курăнать, каяран — çухалнă.




#Article 879: Остготсем (236 words)


Остготсем (е грейтунгсем) — готсен хĕвелтухăç енчи пайĕ. Готсем икĕ пая IV ĕмĕр вĕçĕнче пайланса кайнă. Днепр шывĕ вĕсем хушшинчи чикĕ шутланнă. Остготсем (тухăçри готсем) Днепрпа Дон хушшинчи хăйăрлă хирте пурăннă.

Остготсем Германрих вăхăтĕнче самай вăй илнĕ. Германрихĕ хăй Амалсен йăхĕнчен тухнă пулнă. Амалсем вара тахçан ĕлĕк пур готсене тытса тăнă. Германрих остготсен патши пулса тăнă хыççăн каярах хăйне кӳршĕлле вырнаçнă финсемпе славянсен йăхĕсене пăхăнтарнă. Иордан историк çырнă тăрăх унăн çĕрĕсем Тиссăран пуçласа Атăл таран, Хура тинĕсрен Шурă тинĕс таран сарăлнă тесе çырнă.

Кӳршĕсем ăна хастарлăхĕшĕн хисепленĕ. Хунсем килсе кĕнĕ çĕре ăна çер çул ытла пулнă. Икĕ хутчен вăл хунсене хирĕç çарпа тухнă, анчах та икĕ хутĕнче те хунсем ăна çапса çĕмĕрнĕ. 373 çулта вара вăл хунсен аллине лекес мар тесе хăйне вĕлернĕ. Ун хыççăн астул çине ларнă Винитар хунсемпе хастар çапăçнă пулин те лешĕсем ăна çĕнтернĕ. Алатейпе Сафрах сыхланса юлнă остготсене пуçтарса Днестр патне куçнă. Ыттисем вара хунсене пăхăнма пуçланă.

Аттил çарĕнче чылай остгот çарпуçĕн ячĕ тĕл пулать. Феодосий вăхăтĕнче остготсен пĕр пайĕ Лидипе Фригине куçнă пулнă. Аттил вилнĕ хыççăн хунсен патшалăхĕ арканма пуçланă, остотсем вара Паннонине куçнă. Амалсен йăхĕнчен тухнă Валамер, Теодемер тата Видемер пĕр тăвансем хунсене хирĕç вăрçăпа тухса 454 çулта вĕсен çарне çапса аркатнă. Çапăçура Эллах, Аттил ывăлĕ, пуçне хунă, остготсем вара вĕсене пăхăнма пăрахнă.

Хунсене çĕнтернĕ хыççăн вĕсем хăйсен патшалăхне йĕркеленĕ. Вĕсем час-часах Иллири çине тапăннă, каярах вара ку çĕре, тата Далмацине хăйсен патшалăхĕ шутне кĕртнĕ. 

Теодорих хăй 526 çулта вилнĕ.




#Article 880: Кимăвăрсем (104 words)


Кимăвăрсем, кимпăрсем (лат. Cimbri), — чи малтан Ютланд çурутравĕнче пурăннă герман йăхĕ. 

Пирĕн эрăчченхи 120 çул тĕлнелле вĕсем тевтонсемпе тата амбронсемпе пĕрле кăнтăралла куçма пуçланă. Танай айлăмĕнче вара римлянсемпе тĕл пулнă. Пирĕн эрăчченхи 113 çулта Норей патĕнчи çапăçура римлянсене çапса çĕмĕрсе çурçĕрелле, Галлине куçнă. Галлинче вара пирĕн эрăчченхи 109, 107, 105 çулсенче каллех римлянсене темиçе хут çапса çĕмĕрнĕ. Испанине çитсен вара кельтиберсене çĕнеймен.

Пирĕн эрăчченхи 102 çулта вĕсем Рим çине харçăпа кайнă, анчах та ку чухнехи ĕç вĕсен ăнăçлă пулман, Верцелл çывăхĕнче Рим çарпуçĕ Гай Марий вĕсене çĕмĕрнĕ.

Хăш-пĕрисем кимăвăрсен пĕр пайĕ Ютландирен Балтика тинĕсĕ хĕррипе кайса хальхи Прусси çĕрĕсем çине çитнĕ тесе шутлаççĕ.




#Article 881: Çул-йĕр (193 words)


Çул-йĕр (транспорт), — çынна, тиеве, сигнала тата информацие пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе çитермелли мĕнпур хатĕрсемпе мелсене кăтартакан ăнлав.

Шывçи çул-йĕрĕ — чи авалхи çыхăнусем шутне кĕрет. Континентсене чукун çулпа çыхăнтариччен ку майпа ытларах усă курнă. Паллах, сăлтавĕ те пулнă — ку майпа тиевсемпе çынсене хăварт илсе çитерме май пулнă. Чи ансат çилкĕçлĕ кимĕн хăвăрлăхĕ те караванпа танлаштарсан талăк хушшинче тăваттă-пиллĕк хут ытларах пулнă. Тиевĕсем пысăк пулнă, турттарма çын сахалрах кирлĕ пулнă — çапла май ĕнтĕ ку çул-йĕрпе ытларах усă курнă.

Хальхи вăхăтра шывçи çул-йĕрĕсем тăрăх тĕнче тиевĕсен 60—67% турттараççĕ. 

Автомобиль çул-йĕрĕ паянхи кун чи анлă усă куракан çул-йĕр. Автомобиль çул-йерĕ ыттисенчен çамрăкрах — чукун çула XIX ĕмĕр варринче усă курма пуçланă пулсан, автомобильсене вара XIX ĕмĕр вĕçĕнче кăна. Автомобилĕн паха енĕсем — хăвăртлăх, çаврăнăçулăх.

Хальхи вăхăтра автомобильсен ытларах пайĕ — харпăр хăйĕн. Ытларах ĕнтĕ кунта çăмăл машинасем кĕреççĕ. Ку автомобильпе çынсене тата тиеве 200 çухрăма илсе çитермешкĕн усă кураççĕ.

Ку машинăсем шутне автобуссем (вуннăран ытларах пассажира илсе кайма пултарсан ăна çак машинсем шутне кĕртеççĕ), троллейбуссем кĕреççĕ. Хуласем хушшинче пысăк автобуссене усă кураççĕ — вĕсенче лармалли вырăнсем нумай, туалетпа гардеробта тĕл пулать. Çавна май ку автобуссем хăтлăх енĕпе чукун çулсемпе те тупăшма пултараççĕ.




#Article 882: Ураскилтри вăтам шкул (270 words)


Ураскилтри вăтам шкул — Чăваш Республикин Элĕк районĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкул, Ураскилт чиркӳ ялĕнче вырнаçнă.

Чĕмпĕр хулинче упранакан архив хучĕсем тăрăх И. Н. Ульянов çулсерен çырса пынă тĕрĕслев ĕçĕсенчен Ураскилт шкулне 1869 çулта уçни паллă пулать. П. Алицев вĕрентӳçĕ «Ульянов уçнă шкул» статьяра («Ленин çулĕпе» 1969, раштав, 25) И. Н. Ульянов Ураскилт шкулне уçнине тата çак ялта вăл виççĕ хутчен пулнине çирĕплетсе çырать. Г. К. Терентьев тăван ен тĕпчевçи «Ураскилт шкулĕ» статьяра ((«Ленин çулĕпе» 1990, пуш, 22) Ураскилт шкулне 1869 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче уçни пирки çырса кăтартать.

Ураскилт училищин пĕрремĕш вĕрентӳçи пулма Кăрмăш хулинчи хĕрарăмсен училищинчен вĕренсе тухнă Агриппина Александровна Зеленцовăна лартнă. 

Вăл кунта шăпах 20 çул, 1889 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕччен ĕçлет Çакна 1890 çулта П. Лаговский тĕрĕслекен çырнă пĕр ĕç хучĕ те çирĕплетет:  «… Преподавание прочих предметов до 15 ноября 1889 года велась старой учительницей А. Зеленцовой, а по увольнению ее от должности за выходом ее в замуж, с 15 ноября вновь назначена вместо нее, из окончивших в Симбирском Епархальном женском училище учительница Воскресенская».  

Илья Николаевич Ураскилт шкулне пулăшас шутпа çине тăрса тăрăшнă. Унăн пулашăвĕпе шкулта вулавăш çĕнĕ кĕнекесемпе пуянланса пынă. Çĕнĕ литературăна Чĕмпĕрти Карл Юргенсăн кĕнеке лавкинчен çырăнса илнĕ.  

Илья Николаевич ачасене ĕçе хăнăхтарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Ураскилтре ирттернĕ пĕр тĕрĕслевре вăл вĕрентӳçĕне шкул çурчĕ йĕри-тавра йывăçсем лартма сĕннĕ. Çакăнпа ачасем хаваслансах килĕшнĕ, кĕçех шкул умĕнче йывăç-курăк ешерме тытăннă.

Илья Николаевич Ульянов чăваш шкулĕсенче Иван Яковлевич Яковлевпа пĕрле çӳреме юратнă. Чĕмпĕр шкулĕнче вĕреннĕ И. Н. Никифоров, юлашки вăхăтра элек районĕнче пурăннăскер, Элĕк шкулне И. Н Ульянов И. Я. Яковлевпа пĕрле килнине астăвать. Çавăн чухне иккĕ  çутĕç ĕçченĕ Ураскилтри шкула та кĕрсе тухнă теме те пулать.




#Article 883: Шаламов Варлам Тихонович (202 words)


Варлам Тихонович Шаламов (1907—1982) — совет прозаикĕ, сăвăç, совет лагерĕсем çинчен литературă çаврăнчăклăхĕсене çыраканĕ.

Варлам Шаламов 1907 çулта, çĕртме, 18 (утă, 1) Вологдăра турă ĕç çынни çемйинче çуралнă. Ашшĕ малутăмлă шутлă çын шутланнă. Амăшĕ вĕрентӳçĕ пулса ĕçленĕ. 1914 çулта гимназие вĕренме кĕнĕ, вĕренĕве революции хыççăн вĕçленĕ. 1923 çулта Мускава килнĕ, Кунцевăра сăран тăвакан савутра ĕçленĕ. 1926 — 1929 çулсенче МПУ-н совет прави факультетĕнче вĕреннĕ. 

Вăл Б. Л. Пастернакпа тĕл пулса калаçать. Каярахпа, Б. Пастернак Нобель премине илме килĕшмесен, вĕсен ĕмĕр сукмаккисем уйрăлса каяççĕ.

Кăрлач, 19 1929 г. Шаламова арĕсленĕ за участие в работе подпольной университетской типографии и виçĕ çуллăха лагере хупнă. Вишер лагерĕнче (Çурçĕр Урал) явап вăхăтне тӳснĕ.

Кăрлачра, 1937 ç. Шаламова каллех «революцине хирĕçле троцки енлĕ шухăш-ĕçшĕн» тытса хупнă. 5 çулллăха лагере янă, Колымара çак вăхăта тăсса тӳснĕ. 22 июня 1943 г. тепĕр хут сутласа советсене хирĕçле калаçнăшăн 10 çуллăха лартнă.

Кайран Калинин облаçĕнче, Мускав тулашĕнче пурăнать. Йывăр пурнăçа пула çемйи саланать, сывлăхĕ начарланать. 1956 çулта (реабилитаци хыççăн) Мускава таврăнать.

Хăйĕн юлашки 3 çулне чирпе асапланнă Шаламов Литфондăн Инвалидсемпе ватăсен çурчĕнче (Тушинăра) ирттернĕ. Çыравçă 1982 çулхи кăрлач, 17 çут тĕнчерен уйрăлать. Мускаври Кунцево çăвинче çĕре пытарнă. Юлашки çула ăсатма 150 çын пынă. А. Морозов тата Ф. Сучков Шаламовăн сăввисене сасăпа вуланă.




#Article 884: Чăваш плато (292 words)


Чăва́ш плато́ — Атăлçум çӳллĕшĕн çурçĕр пайĕ, Сăр шывĕнчен тухăç еннелле, Чăваш Енĕнче вырнаçнă. Çӳллĕшĕ 227 м таран. Çырмасемпе ишĕлсе пĕтнĕ. Плато тăрăхĕпе Çавал шывĕ юхать. Улăхсемпе çырмасен айкисенче сарлака çулçăллă вăрмансем ешереççĕ.

Чăваш плато Кĕçĕнпе Вăтам Аниш, Аря, Сăкăт вĕсен юпписем, çавăн пекех чылайçырмасемпе касăлса сĕвек сăртлăхсемпе пайланать. Çырмасен тăсăлăвĕ ткмиçе çĕр метртан пуçласа  3,5 – 5,0 çм çитет. Çырма тарăннăшĕ — 3,0 – 6,0 м. Хăшпĕр уйрăм çырмисен юхса кĕнĕ çĕртри тарăннăшĕ 20 – 22 м, сайра тата тарăнрах, пулать.
Юханшывсен айламĕсем хĕсĕк тӳрем улăхĕсемпе палăраççĕ.Чи анли –  1,5 çм çитиех Кубня çумĕнчи. Юханшывĕ çумĕнчи çĕрсем лаптак, вырăнĕпе шурлăхлă çĕр пичĕллĕ.
Айламсен айккисем сакăлта, шыв кайнă чух арканса кайма пултараççĕ, вырăнĕсемпе анса тата шуçса кайнисем курăнаççĕ.

Чăваш плато территорийĕ Вырăс платформин тухăç енче вырнаçнă, çӳлти перьмĕн тата тăваттăмĕш çул-ӳсĕмĕнчи аяла ӳкнĕ сăрт-ту чул-тăприпе купаланнă .
Пермь системин минералĕсем тутар сийĕн аялтипе çӳлти пайĕсенче тупăнаççĕ. Пĕрремĕшĕ карбонатлă-терригенлă пулса тухнисемпе – акшарсемпе, доломитсемпе палăрса тăрать. Çӳлти тутар сийĕнче ытларах хăйăрлăхсем; хăйăрсем, алевролитсем, мергельсем  акшарсем тухаççĕ. 

Çутçанталăк пулăмĕсемсĕр пуçне, эрози ĕçĕсене аталанса пыма техноген витĕмĕсем – тăпра çĕрĕсене агротехникăна кирлĕ тивĕçӳсене тытса пыманни, ӳсен-тăран пĕркевне тĕп туни, йĕркелемесĕр выльăха улăхсене çитерсе çӳрени. Çавăнпа юхан шывсен çыранĕсенче те, çаплах шыв уйăракан çĕртре те çырмасем касса пĕтернĕ. 

Эрози ĕç пулăмĕсем кунта чылай сарăлнă – 50 – 60 % майлă территорийĕ малашне эрози ĕçĕсем аталанма пултараççĕ, вĕсенчен ытлах эрозиллĕсем –  15 – 20% тарин. 
Çырма эрозийĕ экономикăна нумай сиен кӳрет: чылай ялхуçалăх çĕрĕсене ĕç çаврăнăшĕнчен тухса ӳкеççĕ, çырмасемпе çатракаланнă уйрăм çĕр лаптăкĕсенче механизациллĕ ялхуçалăх ĕçĕсене туса ирттерме май çук. Эрозиллĕ ĕç пулăмĕсем аталанса кайнă çĕрсенче транспорт тата инженер коммуникацийĕсене – газопроводсене, ЛЭП — туса хума, усă курма питĕ тертлĕ ĕç.
Çутçанталăкăн меллĕ мар ĕç пулăмĕсен шутне çурхи ейӳ юханшывсен лапам улăхĕсем  шыв айне пулни те кĕрет.




#Article 885: Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ (106 words)


Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ — Чăваш патшалăх мусăк театрĕ никĕсĕнчен йĕркеленĕ. 

Театрăн илемлĕ пултарулăх ертӳçи тата тĕп дирижёрĕ — Сергей Кисса.

Тĕп режиссёрĕ - Максим  Жучин

Балет ушкăнĕн илемлĕ пултарулăх ертӳçи — Данил Салимбаев.

Театр 1960 çулта Ф.Васильевăн Шывармань  пĕрремĕш чăваш оперипе хăйĕн кун-çулне уçать. Театр ушкăнне Борис Семенович Марков йĕркелет.

Малтан спектаклĕсене Чăваш музыкăпа драма театрĕн сцени çинче вылянă. 1967 çулта Г.Хирпю хайланă Нарспи оперăна лартнă, ăна ЧАССР патшалăх К. В. Иванов ячĕллĕ парнипе чысланă, пĕрремĕш балет спектакльне — А.Аданăн Жизель ĕçне — кăтартнă. 1969 çулта мусăк ушкăнĕнчен хăй уйрăм Чăваш музыка театрне йĕркеленĕ, 1993 çулта ăна Чăваш патшалăх оперăпа балет театрне туса хунă.




#Article 886: Петр Заломнов (123 words)


Петр Заломнов – опера артисчĕ, баритон, Раççей халăх артисчĕ, Чăваш халăх артисчĕ, профессор.

Чулхулари М. И. Глинка ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă. 1970 çултанпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театăрĕн солисчĕ.

Репертуарĕ: Онегин (Евгений Онегин), Жермон (Травиата), Грязной (Царская невеста), Граф ди Луна (Трубадур), Яго (Отелло), Риголетто (Риголетто), Игорь (Князь Игорь), Валентин (Фауст), Фигаро Севильский цирюльник), Эскамильо (Кармен), Чартков (Портрет), Генрих Айзенштейн, Фальк (Летучая мышь), Граф Данило (Веселая вдова), Садай (Шывармань) тата ыттисем те.

Унăн пултарулăхĕ темиçе енлĕ. Вăл паллă юрăçă, баритон партисене юрлать. Тĕрлĕ амплуа — лирикăллă, камитлă, драмăллă — мелсемпе усă курать. Вăл пĕрмай концертсем парать. Атăлçи, Уралçум тата Инçет Тухăç хулисенче пулса хăйĕн сассипе хумхантарать.

П.Заломнов педагогикăпа кĕвĕ-пĕрлĕхĕн ĕçне хастар хутшăнать.

Чăваш телекурав студийĕ унăн пултарулăхĕ пирки нумай фильмсем ӳнерленĕ.




#Article 887: Еланова Мария Ивановна (123 words)


Мария Ивановна Еланова (1963, нарăс, 3, Вăрнар районĕ, Чăваш АССР)  - опера артисчĕ, сопрано.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ (1995), Чăваш Республикин халăх артисчĕ (1997), Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ (2008).

Чулхулари М. И. Глинкă ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе тухнă. 1991 çултанпа - Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн солисчĕ.

Репертуарĕ: Розина (Севильский цирюльник), Виолетта (Травиата), Джильда (Риголетто), Констанца (Похищение из сераля), Недда (Паяцы), Лейла (Искатели жемчуга), Марфа (Царская невеста), Тоска (Флория Тоска).

М. Еланова Тĕрĕк Оперин Йăла Кунĕсем (Турккă Республики, Çурçĕр Кипр) VI-мĕш фестивалĕнче Чăваш республикин ӳнер элчи пулнă. Çĕркаç ама патши ролĕпе (Асамлă флейтă) Анкара (Турци) хулин опера театрĕн сцени çинче пултарулăхне кăтартнă. Темиçе хутчен те ăна Венăри Гизи Хеллерĕн паллă кĕвĕ салонĕнче юрлама чĕннĕ, Петĕр Дворски (Чехи, Словаки) фестивалĕн коцертĕсене хутшăннă.




#Article 888: ФМШ 18 (200 words)


ФМШ 18 е МПУ-н ЯВĂТ (ятарлă вĕрнӳпе ăслăлăх тĕпĕ) 1989 çулчен «18-мĕш нумерлĕ физикăпа математикă шкул-интерначĕ» (ФМШ 18) — Мускав университечĕ çумĕнчи ятарлă шкул-интернат.

Çав евĕрлĕ шкул-интернатсем, ытти аслă шкулсем çумĕнчисем, СССР хулисенче те пулнă: Киевра, Çĕнĕ Çĕпĕрте, Ленинградра. Шупашкарта та çавăн пек Шупашкарти физика-математика шкул-интерначĕ 196?-1981 çулсенче ĕçленĕ. 

Тăватă ятарлă шкула СССР Министăрĕсен Канашĕ хушнипе 1963-мĕш çулта уçнă. Мускаври интерната А. Н. Колмогоров академик йĕркелесе пынă. Пархатарлă саманара ЯВНТ валли укçасене уйрăм йĕркепе куçарса панă. 

ЯВĂТа вĕренме Раççей Федераципе Белорусирен талантлă шкул ачисене илеççĕ.  
Шкулта физикапа математика ятарлă дисциплинăсем шутланаççĕ. 1989 çул[b чӳкре химипе хăватлă хатĕрлес класне, каярахпа — биологипе, экономикăпа, информатикăпа енĕпе хăватлă хатĕрлес классем те уçнă. 

Шкула кĕме нумай пусмаллă экзамен (çыруллă тур, калаçуллă тур, «Çуллахи шкул») витĕр тĕрĕсленсе тухмалла. Çыруллă турне яланхи пекех (математикă турĕ) облаç олимпиадисенче иртереççĕ. Калаçуллă турĕ — вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ăслăлатас институтĕнче (е облаçри çавăн евĕр аслă пĕлӳ тĕпĕнче) иртет. «Çуллахи шкулĕ» ЯВĂТ-ра икĕ эрнеллĕ хăтлануллă вĕренӳ сеансĕ шутланать.

Паян МПУ ЯВĂТ - вĕрентӳпе пĕлӳлĕх шайĕпе Раççейре чи малти вырăнта шутланать. МПУ ЯВНТ физикăпа математикă, информатикă, хими тата биологи уйрăм юхăмĕсем. 

Шкула кĕмелли экзаменсене пуш-ака уйăхĕсенче Раççейĕн европă пайĕнчи облаçесен тĕп хулисенче ирттереççĕ. Экзамен расписанипе ирттерӳ вырăнĕсене МПУ ЯВĂТ официаллă сайчĕнче тупма пулать.




#Article 889: Танк (362 words)


Танк — çăпата-кустăрмаллă, тупăпа хĕçпăшалланнă броньăланă çапăçу машини.

Танкăсене Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕртнĕ. Малтанхи кĕске маневрăллă вăрçă ĕçĕсем иртнĕ хыççăн, фронтсенче пĕртанлăх («Окоп вăрçи») пулса тăрать. 

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи танк-тăвас ĕçе малалла ыткăнтарать. 6 çул хушшинче танксем унченхи çирĕм çулхи ӳсĕм турĕç. Танксен чылайăшĕ снаряда хирĕçле броняпа, хăватлă вăрăп вуллă тупăсемпе (152 мм таран) хӳтĕленчĕç, вăрçă вĕçĕнче каçхи (тепловисăллă) тĕллевсем (вĕсемпе СССРта вăрçăчченех хăтланса пăхнă), танкăн радиофикацийĕ тивĕçе çитрĕ. Танксене çапăçура усă курмалли меслетсем çӳллĕ ӳсрĕç. Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕсенче нимĕçсен çарпуçĕсем пĕтĕм тĕнчене танк пĕрлешӳллĕ вăйĕсем оперативлă тата стратегиллĕ хупăрлама тата вăрçăна хăвăрт выляса илме пултарнине кăтартнă. 

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче танк-тăвакансен «тĕнчери ранк тапĕлĕнче» пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăна совет тата нимĕç конструктăрĕсем тытса пынă. Нимĕç шкулĕ çине тăрсах броньă çирĕплетес тата кĕпçесене вăрăмлатас, приборсене (каçпа сăнамалли инфрахĕрлĕ хатĕрсем) лайăхлатас, машинăн ăшне хăтлăлатас тесе чылай ĕçленĕ, совет шкулĕ вара, ытларах технологилĕх тата нумай туса кăларас тĕллевпе тăрăшнă, тĕп тĕсĕллĕ танк (Т-34, КВ тата ИС) конструкцине кăшт çеç улăштарусене çав тери кирлĕ чух кăна кĕртнĕ. Совет танк шкулĕ çаплах артиллери хатĕрĕсемпе танксене тăнч тăвакан техникăн урăх тĕсĕсен ăнăçлă моделĕсене те хайланă. Америка шкулĕ, компоновкăпа технологилĕх енчен малтан ĕлкĕрсе пырайман пулсан та, вăрçа чарăннă тĕле темиçе уйрăм моделĕсене лайăх пахалахлă хурçăпа тарпа, çаплах радиофикациленĕ (пĕр танкра икĕ раци) ăсталаса çитернĕ. Чи ăнăçлă нимĕç танкĕсем Pz.IV (чылай шутлă), «Пантера» тата «Тигр» тата «Патша тигрĕ». Иккĕмĕш Тĕнче вăрçинче чи лайăх совет танкĕсем шутне вăтам танк Т-34 (тĕрлĕ варианчĕсенче, çав шутра кай варианчĕ Т-34-85 85 мм тупăн тĕрлĕ модификацийĕсемпе) тата йывăр танк ИС-2. Чи лайăх америка танкĕ — M4 Шерман, ăна СССР-а 

Ленд-лизăпа чылай хисеп танк куçарнă.

Уйрăмах ăнăçсăр Хĕрлĕ Çаршăн бронетанк çухатăвĕсем Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин малтанхи уйăхĕсенче (çĕртме-чӳк, 1941) тата Курск çапăçăвĕнче (утă-çурла, 1943) шутланаççĕ. Çапла Курск-Белгород çапăçăвĕнче нимĕçсем 1280 танкпа штурм кĕпçи çухатнă, Хĕрлĕ Çар — 6064 виçе (Курск çапăçăвĕнчи бронетанк çухатăвĕсем), мĕншĕн тесен вермахтăн çĕнĕ конструкциллĕ танксем («Тигр» тата «Пантера») пулнă, ХÇ начар хӳлĕлевлĕ кивĕ çăмăл танксене (Т-60, Т-70) ĕçе кĕртнĕ пулнă.

Вĕсем виçĕ пайран тăраççĕ.

Пур танкăсен те гусеницисене кустаракан движитель пур, унăн малтанхи тĕсне 1818 çулта француз Дюбоше патент илнĕ. Çавăн пек куçару пайĕн конструкцийĕ пула танк çăмăллăнах çулçăр темĕн тĕрлĕ çĕрсенче çӳреме пултарать. 

Хальхи тапхăрта танкăсене икĕ ушкăна пайлаççĕ:




#Article 890: Тупă (164 words)


Тупă — Артиллери кĕпçин тĕсĕ.

гаубицăпа тупă вуллин тĕслĕхлĕ чикки вулан 25 калибăр вăрăммăшĕ пулать. Вуллин тăршшĕ кĕпçин 25 калибăрĕнчен пĕчĕк пулсан кĕпçе гаубица вырăнне кĕрет; чылайрах чух пулсан — тупă пулать.

Пĕрремĕш тупăсене (Fire lances) Китайра бамбукран туса хатĕрленĕ. Весем пирки 1132 çулта çырни пур.
Мортарсем çинчен пĕрремĕш хут Монголсем Сун династийĕпе 1268-1279 çулсенче вăрçă чух асăннă.

Тупăсем пирки арапссен 4 алçырăвĕ (аль-Макхзун манускрипчĕсем) пур, пĕри Санкт-Петербургра упранать, иккĕшĕ – Париcра тата тăваттăмĕшĕ – Стамбулра. Çырăвĕсене 1320 çулта тĕкĕпе чĕрнĕ, вĕсенче кăтартнă йăтса çӳремелли тарăпа пемелли тупă хальхи тупăсенчен ытлах уйрăлу çук.

XIV ĕмĕр хушшинчи артиллерии аталанăвĕ мамлюк династипе çыхăннă. Мăсăльмансем артиллерии вăйне монголсемпе çапăçнă чух усă курма пуçланă (чаплă Айн-Галут çапăçăвĕ). Испанире мăсăльмансем тупăсене Севильăна (1248), Гренадăна (1319), Альбасетăна (1324) хӳтĕленĕ чух, Хескарпе Мартос (1325), Аликанте (1331) тата Альджезирас патĕнчи (1342-1344) çапăçусене ĕçе кĕртнĕ.

Дж. Партингтон çакăн пирки тĕрĕсех çырать: «Испани артиллерии историйĕ арапсен артиллерии историйĕпе танлашать, çаплах арапсемех çулăмлă пăшала та Испание илсе килнĕ, унтан вăл Италине, Францине тата Германие лекнĕ». 




#Article 891: Фауст (трагеди) (170 words)


А. С. Пушкин меркĕн каланă май, «„Фауст“ сăвăçлăх чун-чĕмĕн çӳллĕ хайлалăхĕ», вăтам ĕмĕрсенчи пĕр çыннăн — нимĕç юмах-халапĕсен паттăрĕн Йоханн Фауст тухтăр пурнăçĕн чи паллăрах историйĕ пулса тăрать.

Коĕтĕ тупсăмлă ĕçлесе вăтам ĕмĕрти Фауст тухтăр историне Çĕнĕ саманан мал йăла йĕркипе философиллĕ йывăрлатса çĕнĕ паллăллă хайлав ăсталать. Авалхи сюжетĕнче чернокнижник чунне Шуйттана сутать те вилсен тамăк терчĕсене тӳсет. Коĕтĕ улăштарнă май Фауст кăткăс чунлă, асапланакан, пĕрмаях тĕрĕслĕхе шыракан этем, вăл хăйĕн пурнăç тапхăрĕнчи кивĕ ултав вĕрентӳ картинчен тухасшăн, тĕнчене тĕпчесе ăнланасшăн тăрмашать, çавăнпа та эсрел вăйне илессишĕн хăйĕн вилĕмсĕр чунне сутса ярать.

Коĕтĕн Фаусчĕ, вăтам ĕмĕрти кăссайран ытларах, Кретхеншĕн вĕри юратупа çунать, анчах туйăм вĕçĕ синкере тухать. Çак туйăм çуралăвĕпе аталанăвĕ пирки пĕрремĕш пайĕнче хайланă. Иккĕмĕш пайĕнче ĕç-хĕл авалхи тĕнчене куçать — сюжечĕпе паянкунхи Фауст Вăтамĕмĕрлĕхе çитет, çакăн пек куçăмсем, философи енчен Çутĕç тапхăрĕн чаплă ывăлĕ пулнă май Коĕтĕне питĕ çывăх пулнă.

Пĕр иккĕленмесĕрех, «Фауст» трагеди Коĕтĕ философийĕпе пурнăç тăрмашăвĕн пĕтĕмлĕхне кăтартать, çак мăнаç пултаруллă ĕçе вăл хăйĕн кун-çулĕн чылай тапхăрне — 57 çула — 1774 пуçласа 1831 таранчен халалланă.




#Article 892: Томас Манн (149 words)


Пауль Томас Манн (Paul Thomas Mann, 1875—1955) — аслă нимĕç çыравçи, эссе ăсти, эпиос роман ăсти, литературăпа Нобель преми лауреачĕ (1929), Генрих Маннăн шăллĕ , Клаус Маннпа Эрика Манн ашшĕ.

Пауль Томас Манн 1875 çулхи çĕртме, 6 пуян Любек купси Томас Йоханн Генрих Маннăн (хула сенаторĕ шутланнă) çемйинче çуралнă. Томасăн амăшĕ, Юлия Манн, хĕр чухне да Сильва-Брунс, Бразили тымарĕсемле пулнă. Маннсен çемйи чылай шутлă пулнă. Томасăн шăллĕпе пичĕшĕ, икĕ йăмăкĕ: пиччĕшĕ, паллă çыравçă Генрих Манн (1871—1950), шăллĕ Виктор (1890—1949) йăмăкĕсем: Юля (1877—1927, хăй çине ал хунă) тата Карла (1881—1910, хăй çине ал хунă).

II Тĕнче вăрçи хыççăн АПШ-ра Манн çине сталин режимне çыхланнă тесе айăпсем янă. 1952 çулхи çĕртмере Томас Манн çемйипе Швейцарине таврăнать.

Манн — интеллектуаллă прозăн ăсти. Хăйен вĕрентӳçĕсен вырăнне вăл вырăс çыравçи-романичĕсене Лев Толстойпа Достоевские хурать; тĕпĕ-йĕрĕллĕ, тулли, васкавсăр стиллĕ çыракан çыравçă XIX ĕмĕр ĕн литературин кăнарне туянса юлнă. Çапах та романĕнчи XX ĕмĕрĕнчи ĕçсене кăтартаççĕ.




#Article 893: Теодор Шторм (189 words)


Теодор Шторм () — нимĕçсен паллă çыравçи, сăвăçĕ.

Теодор Штормăн çуралнă вырăнĕ — Çурçĕр Фрисланди. Хăйĕн тăван хулинче латин шкулĕнче, Любекре гимназире вĕреннĕ, Киль тата Берлин университетĕсенче право пĕлӳне пухнă. 1843–1853 çулсенче юрист ĕç-пуçне Хузум хулинче пикеннĕ.

Ун чухне Шлезвиг херцăклăхпа Дансен патшалăхĕ хушшинчи ĕçсем хĕрӳллĕхе кĕрсе кайнă пулнă, пăлхав хыпса тухать, вырăнти нимĕç халăхĕ майлă Прусси вăрçăпа тухать, çапах та тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă тытăçура пăлхава дансем пусараççĕ, çакăнпа килĕшеймесĕр Шторм Пруссие эмиграцие каять. 1864 çулта герман-дан вăрçисем хыççăн Шлезвиг Данирен уйрăлать. Шторм Хузума таврăнать те 1880 çулччен юрист ĕçĕнче вăй хурать. Çыравçă Хадемаршенре (Гольштейн) 1888 çулхи утăн 4-мĕшĕнче вилет.

Лирика юррипе поэзин юлашки ăсти пулса, Шторм XIX ĕмĕрте Л. Тик пуçарнă сăвăçлăх йăлине çӳллĕ шая çити ӳстерет. Унăн сăввисем (Gedichte, 1852) нимĕç çавăç-лирики йышĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ. Уйрăмах унăн новеллисем мăнаçлăн шăранса тухаççĕ. Пĕрремĕш курăнăвлă новелли XIX ĕмĕрте пурне те паллă Иммензее (Immensee, 1850) шутланать, çапах та чи пахараххи Шур утланçă (Der Schimmelreiter, 1888) тата Aquis submersus (лат. «Шывра путăнни») мерченĕ (1876) пулать.

С. Григорьева, Т. Путинцева, Е. Михелевич, Л. Коган, Д. Каравкина, И. Зусманович, Вс. Розанов, Е. Янова, Б. Замарин, Н. Касаткина, Н. Аверьянова, А. Авербах. 




#Article 894: Кнут Гамсун (184 words)


Кнут Гамсун (Knut Hamsun, чăн ячĕ Кнуд Педерсен (Knud Pedersen) ; 1859—1952) — норвег çыравçи. 

Кнут 1859 çулхи çурла, 4 Гудбрандсдален айлăмĕнче, Лом прихутĕнче çуралнă. Петĕрсен Петĕрĕн — ял çĕвĕçĕн —тăваттăмĕш ачи пулнă. Чухăн пурăннă, тăхăр çултанпа куккăшĕ патĕнче ĕçленĕ, 1873 çултанпа нумай вырăн улăштарнă. Çыру ĕçне 17 çултан пикеннĕ. Пĕрремĕш кĕнеки (Den Gaadefulde. En kjærlighedshistorie fra Nordland) 1877 ç. пичетленсе тухнă. Çамрăк чух нумай çул çӳренĕ, Америкăна та çитнĕ. 1888 ç. Копенгагена куçать. 1890 ç. Гамсунăн унăн ятне чапа кăларнă психологи романĕ «Выçлăх» (Sult) тухать.

Китлĕр Германире тăрăма хăй аллине илсен, Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи тапхăрĕнче Гамсун наци майлă пулса Квислинг тытăмне вырăна хурса савать. Çакăншăн ăна вăрçă вĕçленсен сутăнчăк ячĕпе тӳрелĕх йĕркин аллине кӳреççĕ. Гамсуна ватăлăхне хисепе хурса çеç тĕрмерен хăтараççĕ. Вăрçă хыççăн пĕр тăхта вăл ваăсен çуртĕнче ĕмĕрне вĕçлесе пырать, 1950 çулта вара Нĕрхольма таврăнать. Унăн ывăлĕ Арилд SS 5-мĕш «Wiking» дивизийĕ ĕретĕнче Тухăç фронтĕнче çапăçать.

Çыравçă 1952 çулхи нарăс ,19 куçне хупать. Унăн пур пуху ĕçĕсем вилĕмĕ хыççăн икĕ çултан çута тухать.

Гамсун 30 ытла роман; повеçсем, пьесăсем, калавсем, публицăллă кĕнекесем, сăвăсем çырнă. Унăн пултарулăх ĕçĕсене Блок тата Куприн вырăсла куçарнă.




#Article 895: Пруст Марсель (115 words)


Марсель Пруст (Valentin Louis Georges Eugène Marcel Proust; утă, 10, 1871 — чӳк, 18, 1922) — франци çыравçи.

Прустăн паллă ĕçĕ — çич романран пухăнакан «Çухатнă вăхăта шыраса» циклĕ (т. 1-16, 1913—1927, юлашки 6 томне вилнĕ хыççăн пичетленĕ).

Марсель Пруст Парижра 1871 çулхи утă, 10 çителĕклĕ çемйере çуралнă: ашшĕ, Адриан Пруст — коммерции çын ывăлĕ, медицинă факультечĕн профессорĕ, амăшĕ, Жанна Вейль — еврей биржă маклерĕн хĕрĕ. Марсель Кондорсэ лицейĕнче вĕреннĕ, унта вăл Жак Бизепе, Жорж Бизе кĕвĕçĕн ывăлĕпе, тата Люсьен Додепе, Альфонс Доде романистăн ывăлĕпе паллашать. Ун хыççăн вăл юридици факультетĕнче Сорбоннăн, анчах та вĕренсе пĕтермен. Çамрăк чух Пруст «Фигаро» хаçатра салун хроникине ертсе пынă. 1894 çулта вăл декаденс стилĕпе прозăллă сăвăсен пуххин кĕнекине кăларать.




#Article 896: Сомерсет Моэм (169 words)


Уи́льям Со́мерсет Мо́эм (William Somerset Maugham) 1874 кăрлач, 25, Париж — раштав, 16 1965, Ницца) — акăлчан çыравçи, прозă ăсти.

Сомерсет Моэм 1874 çулхи кăрлач, 25 Парижра, Францири Британи элчелĕхĕн юрисчĕн çемйинче çуралнă.
Ачалăхра Моэм франци чĕлхипе çеç калаçнă. акăлчанла 11 çулта тăлăха тăрса юлсан ăна Уитстейбăл хулине тăванĕсем патĕнче пурăннă чух вĕренме тытăнать. Çырма пуçличчен Кентерберири патшалăх шкулĕнче вĕреннĕ, кайран Гейдельберг университетĕнче литературăпа философине тата Лондонра медицинăна вĕреннĕ. 

Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче МИ-5 ĕçтĕшĕ пулнă, вăрттăн ĕçсемпе Раççее килсе кайнă. Шыравçă-тĕпчевçĕ ĕçĕ-хĕлне «Эшенден, е Британи агенчĕ» (1928) новеллăра çырса кăтартнă.

Моэм 1965 çулхи раштав, 16 Ницца çывăхĕнчи Сен-Жан-Кап-Ферра хулара ӳпке чирĕпе (пневмонирен) вилнĕ.

Лондонăн чухăн кварталĕнче таса Фома пульницинче ĕçленĕ, çакăн пирки Моэм хăйĕн пĕрремĕш романĕнче «Ламбеттă Лизи» (1897). Пĕрремĕш литература ăнăçне Моэма «Леди Фредерик» (1907) пьеса парать.

Вăрçă хыçççăн Моэм драматургипе тăрмашать, «Çавра» (1921), , «Шеппи» (1933) пьесăсем хатĕрлет. Çаплах унăн романĕсем те — «Çын хĕрӳлĕхĕн яваплăхĕ» (1915; вырăс. куç. 1959), «Уйăхпа вак укçа»(1919, вырăс. куç. 1927, 1960), «Пряникпе эль» (1930), «Хырмаллин çивĕчĕвĕ» (1944) — вулавçăсене илĕртеççĕ.

 




#Article 897: Теннĕсси Вильямс (134 words)


Теннĕсси Вильямс (Tennessee Williams), чăн ячĕ Томас Ланир, (Thomas Lanier Williams III) — американ çыравçи, драматургĕ.

Томас Ланир Уильямс 1911 çулхи пуш, 26 Коламбус хулинче (Миссисипи штачĕ, АПШ) çуралать; Теннесси суя ятне хăйĕн пултарулăх пурнăç пуçламăшĕнче илет.

Чи паллă пьесă — «„Ӗмĕт“ трамвайĕ» (A Streetcar Named Desire, 1947).

Уильямс пьесисене синематографире хайланă — вĕсен хушшинче чи кăмăлли Элиа Казан режиссёрăн «Трамвай „Ӗмĕт“» (1951) Марлон Брандопа Вивьен Ли артистсем тата Ричард Брукс лартнă « Хĕрсе кайнă тăрă çинчи кушак» (1958), тĕп ролĕсене Элизабет Тэйлорпа Пол Ньюмен выляççĕ.
Уильямса икĕ хут Оскар премине чи лайăх сценарисчĕ тесе тивĕçтерме сĕннĕ — 1952 çулта «„Ӗмĕт“ трамвайĕшĕн» тата 1957 — Элия Казан çапса ӳкернĕ «Пуканек» фильмшăн, икĕ пĕр-актăллă «Çирĕм çичĕ мамăк лавĕ» тата «Çиме юрăхсăр каç апачĕ» пьесăсемшĕн.

Теннесси Уильямс Çĕнĕ Йоркра 1983 çулхи нарăс, 25 куçне ĕмĕрлĕхех хупать.




#Article 898: Таяпа Энтри (167 words)


Таяпа Энтри, Tajapa Entri — Чăваш Енĕн  Елчĕк районĕнчи ял. Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕ йышне кĕрет.

Таяпа Энтри Питтĕпелтен 6 çухрăмра вырнаçнă, Тип Пăла юханшывăн икĕ çыранĕпе сарăлса ларать. Чи çывăх ял 1,8 çм-ра вырнаçнă (Кĕçĕн Таяпа), чи инçетри ял 16 303 çм-ра, Çулăмлă Çĕр утравĕ  çинче (Кăнтăр Америка) вырнаçнă (Печерей).

Таяпа Энтрине XVI ĕмĕр вĕçĕнче Хусан çывăхĕнчен куçса килнĕ чăвашсен пĕр ушкăнĕ никĕсленĕ. Ку саманара, Хусан ханлăхĕ пĕтнĕ хыççăн, вырăс администрацийĕ çирĕплениччен, чăваш халăхĕ ясак-налук тулемен. Вырăссен начар çĕнĕ йĕрки çинчен сăмах сарăлнă хыççăн, ирĕклĕхе хăнăхнă çамрăк çынсем пуçтарăннă та: Чăвашла пĕлменнии сире пирĕн ачасен пуласлăхне тытса илме ирĕк памасть, - тенĕ. Çак сăмахсемпе вĕсем хальхи Чăваш кăнтăр енне çула тухнă.

Халăх халапĕпе, ушкăн, хальхи Арманкас вырăнĕнче чарăннă чухне, тиха кăтăрса чупнине, илемлĕ уй-хир тата тап-таса çăл кура кайсан, каланă: Ах, мĕнле илемлĕ! Кунта пурăнма юлар пуль, тенĕ.

Этимологсен шучĕпе, Таяпа Энтри хăй ятне юханшыв çинче мĕнле вырнаçнипе илнĕ. Мĕншĕн тесен, Таяпинка юханшыв çинче çулĕрех Таяпа (Кĕçĕн Таяпа) вырнаçнă. Аяларах вара - Таяпа Энтри (Таяпа Анатри). 




#Article 899: Джек Лондон (206 words)


Джек Лондон (Jack London, çуралнă ячĕ Джон Гри́ффит Че́йни, John Griffith Chaney; 1876 çулхи кăрлач, 12  — 1916 çулхи чӳк, 22 ) — америка çыравçи.

Джек Лондон ачаранах ĕçе кĕрет. Шкулта вĕреннĕ чухнех каçхи тата ирхи хаçатсене сутать. Пуçламăш шкулне пĕтерсен вунтăватă çулта консервăсем тăвакан фабрикăна ĕçлеме каять. Ӗçĕ йывăр пулнипе фабрикăран ĕçрен тухса каять. «Устрицă пирачĕ» пулса устрицăсене тытать в бухте Сан-Франциско, что было запрещено. 1893 çулта матрос пулса промыслă шхуни çинче тинĕс котикĕсене тытма Япони патне тата Беринг тинĕсне çитет. Пĕрремĕш шывçӳревĕнчен  Лондон чун ăшĕнче нумай кăткăс пулăмсен асилĕвсене илсе килет, каярахпа çав шухăш-курăмсем тинĕс калавĕсемпе романĕсене никĕслеççĕ.
Лондонăн пĕрремĕш очеркĕ «Япони çыранĕсем çумĕнчи тайфун», уншăн вăл Сан-Франциско хаçачĕн пĕрремĕш премине илме тивĕç пулнă, çакăнтан пуçласа вара литературă пусăмĕсем каяççĕ.
Хыççăн калав пуххисем: «Кашкăр ывăлĕ» (Бостон, 1900), «Ашшĕн Турри» (Чикаго, 1901), «Шартлама сивĕ ачисем» (Нью-Йорк, 1902), «Çынна шанни» (Нью-Йорк, 1904), «Уйăх пичĕ» (Нью-Йорк, 1906), «Çухалнă пит» (Нью-Йорк, 1910), çаплах романсем «Юр хĕрĕ» (1902) «Тинĕс кашкăрĕ» (1904), «Мартин Иден» (1909) пичетрен тухаççĕ, вĕсем çыравçăна анлă чаплăха кăлараççĕ.
Джек Лондонăн чылай ĕçĕсене тĕпе хурса 50 ытла кинофильм çапса кăларнă.
Джек Лондон Калифорни хутлахĕнче 1916 ç. юпа, 22 Глен-Эллен хулинче куçĕсене хупать. Юлашки çулĕсенче вăл пӳре амакĕсемпе асапланать, пĕррехинче çывăрттаракан эмеле ытларах çăтать те ыйхăран вилĕме куçать.

 




#Article 900: Шыва кĕрекен (136 words)


Шывамăш (Водород) — хими элеменчĕсен периодикăллă системин пĕрремĕш чи çамăл элеменчĕ. Çутçанталăкра анлă сарăлнă. Молекули икĕ атомран тăрать — Н2, атомĕ пĕр протонран кăна тăрать. 1H йĕтрен пахалăхĕпе ăна анлă усă курса ЙМР-спектроскопи меслечĕпе органикăллă япалалăхсен анализĕсене ирттереççĕ.

Шывамашĕн хăшпĕр изотопĕсен пайăр ячĕсем пур: 1H — протий (Н), 2H — дейтери (D) тата 3H — трити (T).

Чĕртсе ярсан е платинă катализаторĕ çӳмĕнче йӳçлĕкамăшпе пĕрлешĕнет. 

Шывамăшĕн иккĕ капĕпе йӳçлĕамăшĕн пĕр капĕ пĕрлешнине кĕмсĕртӳ газĕ теççĕ.

Ăшăтнă чухне шывамăш каялла таврăнмалла кӳкĕртпе хутшăнни:

Азотпа — ăшăтнă чух, çӳллĕ пусăмлă катализатор (тимĕр) пулăшнипе:

Галогенсемпе галогеншывамăшсене туса хурать:

Хăрăмпа вĕри ăшăтнă чухне хутшăнать:

Шывамăш хастар металлсемпе хутшăнса гидридсем туса хурать:

Гидридсем — тăвар евĕр, хытă япала, çăмăллăн шывра уйрăлса ирĕлеççĕ:

Оксидсем металлсене таран чĕрĕлеççĕ:

Атомлă шывамăшĕпе Атом-шывамăшне пĕçерсе çыпăçтарни чухне усă кураççĕ. Водорда вакуумра пысăк ток парсан нейтронсем çуралаççĕ.




#Article 901: Берилли (135 words)


Берилли — тăваттăмĕш çăмăл элемент, атомĕ тăватă протонпа пилĕк нейтронран тăрать.

Ăна уранăн массине 50 килограмм вырăнне 250 грамма çитермелĕх (экран, куçлăх, пусса хĕстернĕ вырăнне) усă кураççĕ.

Бериллипе унăн минералĕсене тĕпчев ĕçĕсене расççей химикĕ И.В.Авдеев (1818—1865) туса пынă. Вăлах бериллийĕн оксичĕ BeO тесе палăртнă, маларах йăнăшпа Be2O3 çырнă пулнă.

Бериллие чылайлă тĕрлĕ шăранчăксене хушаççĕ, çав вара юлашкисене хытарать, çирĕплетет, вĕсенчен хатĕрленĕ япаласен çийĕ коррозие хирĕç тăма пултарать. Техникăра бериллиллĕ бронзăпа усă кураççĕ (пружинăллă перĕнӳсем). Хурçăна 0,5 % бериллие хушса тунă пружина хĕрлĕ тĕсе çитиччен хĕртнĕ чух пружинăлать.

Берилли рентген пайăркисене начар пуçтарать, çавăнпа та унтан рентген пăрăхĕсенче пайăркасем тулашне тухмашкăн чӳречене хатĕрлеççĕ.

Атăм реакторĕсенче бериллипе нейтронсен хăвăртлăхне чакараççĕ. α-радиохастар нуклидсемпе хутăшра берилли ампуллă нейтронлă çăлкуçсенче, мĕншĕн тесен берилли-9 тĕшшисемпе α-пĕрчĕксен хутшăнăвĕнчен нейтронсем çуралаççĕ: 9Ве(α, n)12C.

Лазер техникинче берилли алюминачĕнчен хатĕрленĕ хурçă е пластина пайăрка кăларать.




#Article 902: Алюмини (457 words)


Алюмини (), атăм йывăрăшĕ 26,9815386(8) г/моль (углерод шайĕпе), çемçе, çăмăл, шурă кĕмĕл металл, хавăрт йӳçекен, тачăлăхĕ 2,7 г/ см³, ирĕлнĕ температури 660 °C. Çĕр витĕмĕнче саралнипе алюмини 3-мĕш вырăнта, йӳçлĕкпе кремни хыççăн атăмсем хушшинче, 1-мĕш вырăнта — металлсем хушшинче. 

Алюминий — Менделеевăн периодикăллă системин  III ушкăнĕн  Alсимволĕллĕ хими элеменчĕ. Атăмлă нумĕрĕ — 13.

Пĕрремĕш хут таса тĕсĕнче 1825 çулта шăратса кăларнă.

Кĕмĕл-шурă металл, тачăлăхĕ 2,7 г/см3, тăсăлăвлă, ăшша- тата электро хăвăрт куçарăвлă. Шăрану температури 660 °C.

Тивĕçлĕ вăхăтсенче алюмини çийĕт çинçе те çирĕп оксидăн сийĕпе витĕннĕ, çавăнпа та ахаль япаласемпе хутшăнмасть:

H2O (t°); O2, HNO3 (вĕрелентермесĕрех)).

Al – хастар çĕнетекен металл.

Ахаль япаласемпе çамăллăн хутшанать:

с серăпахутшăнса, алюмини сульфиче пулать:

азотпа хутшăнса, алюмини нитричĕ пулать:

углеродпа хутшăнса, алюмини карбичĕ пулать:

Алюминийĕн сульфичĕпе карбичĕ пĕтĕмпех гидролизпа тухаççĕ :

Al2S3 + 6H2O = 2Al(OH)3 + 3H2S­

Al4C3 + 12H2O = 4Al(OH)3+ 3CH4­

Кăткăс хими япалисемпе:

Ăшăтсан кислотасенче ирĕлет – йӳçетекенсенче:

Al + 6HNO3(конц) = Al(NO3)3 + 3NO2­ + 3H2O

Тивĕçлĕ вăхăтсенче алюмини çийĕт çинçе те çирĕп оксидăн сийĕпе витĕннĕ, çавăнпа та ахаль япаласемпе хутшăнмасть:

H2O (t°); O2, HNO3 (вĕрелентермесĕрех)).

Al – хастар çĕнетекен металл.

Ахаль япаласемпе çамăллăн хутшанать:

серăпахутшăнса, алюмини сульфиче пулать:

азотпа хутшăнса, алюмини нитричĕ пулать:

углеродпа хутшăнса, алюмини карбичĕ пулать:

Алюминийĕн сульфичĕпе карбичĕ пĕтĕмпех гидролизпа тухаççĕ :

Al2S3 + 6H2O = 2Al(OH)3 + 3H2S­

Al4C3 + 12H2O = 4Al(OH)3+ 3CH4­

Кăткăс хими япалисемпе:

Ăшăтсан кислотасенче ирĕлет – йӳçетекенсенче:

Al + 6HNO3(конц) = Al(NO3)3 + 3NO2­ + 3H2O

Çутçанталăкра алюминий минералсенче тупăнать.
Вĕсен хăшĕсем:
Боксит Al2O3 • H2O (SiO2, Fe2O3, CaCO3 хутăшĕсемпе) 
Нефелин - (Na, K)2O × Al2O3 × 2SiO2
Корунд - Al2O3
Ronald ist ein rotschopf
Полевой шпат(ортоклаз) - K2O × Al2O3 × 6SiO2  
Каолинит – Al2O3 × 2SiO2  × 2 H2O
Алунит – ( Na, K )2 SO4  ×  Al2( SO4 )3  × 4Al( OH )3

Конструкци материалĕ вырăнĕнче анлă ĕçе кĕртеççĕ. Алюминин тĕп хаклăхĕсем — çăмăллăх, податливость штамповке, коррозине хирĕç тăрасси (сывлăшра алюмини тӳрех Al2O3 тачă çипе витĕнет, вăлах ăна малалла йӳçĕкленесрен упрать), хăвăрт ăшă куçарулăх, наркăмăшсăрлăхĕ. Тĕслĕхрен, çак пахалăхсене пула алюминие тĕпел савăт-сапи тăвассинче усă кураççĕ.

Алюминий гидричĕпе тĕрлĕ йӳçлекенсемпе çунакан шĕвексен хаклавĕсем.

Алюмини малтан çӳллĕ хаклă шутланнă, унтан ĕнтĕ тĕрлĕ ювелирла япаласем ăсталанă. Каярах алюминии тупăçламалли çĕнĕ технологисем ĕçе кĕрсен, во много раз снизившие себестоимость. Халĕ алюминие хăш чух бижутери тунă ĕçре ус кураççĕ.

Кĕленче (кантăк) хатĕрленĕ чух алюминий фторидне, фосфатне тата йӳçĕкĕпе усă кураççĕ.

Алюминипе унăн çыхăнăвĕсемпе çивĕч хăват икĕ компонентлă ракета çунăк япалалăхĕ вырăнĕнче тата хытă çунăк япалалăхра тĕп çунăклăхĕ тăваççĕ. Тĕслĕхрен:

Конструкци материалĕнче усă курнă чух таса алюминие мар, унăн никĕсĕнчи тĕрлĕ шăранчăксене ĕçе кĕртеççĕ.

Алюмини нумай шăранчăксен паллă компоненчĕ пулать. Тĕслĕхрен,  алюминиллĕ бронзăра тĕп компоненчĕсем — пăхăрпа алюмини.  Магниллĕ шăранчăксенче хушма вырăнне алюминие усă кураççĕ. Электровĕретес приборсенчи спиральсене тунă чух (урăх шăранчăксемпе пĕрле) фехрале (Fe, Cr, Al) усă кураççĕ.




#Article 903: Пăхăр (169 words)


Пăхăр — элементсен периодикăллă системинчи хими элеменчĕ, атом номерĕ — 29, Cu (Cuprum) палăртăвĕпе кăтартаççĕ , хĕрлĕ-ылтăн тĕсĕллĕ (кĕлчечек тĕслĕ — оксид хуплисĕр чухне). Çемçе, куçăмлă металл, ĕлĕк-авалтанпах çын унпа усă курать.

Пăхăр çут çанталăкра пĕрлĕ хутăшсенче, çаплах хăй тĕллĕн шăраннă тĕслĕ те тупăнать. Пăхăр çăлкуçĕсем — çак минералсем: азурит Cu3(CO3)2(OH)2, малахит Cu2CO3(OH)2, халькопирит CuFeS2, борнит Cu5FeS4, ковелит CuS, халькоцит Cu2S и куприт Cu2O.
Пăхăр чул тăприн чылайрахăшне уçăллă меслетпе тупăшлаççĕ. Тăпрари пăхăр шучĕ 0,4 — 1,0 % пулать.

Пăхăрăн çак хутăшĕсем пур: йĕс — пăхăрпа цинк хутăшĕ, бронза — пăхăрпа тăхлан хутăшĕ тата хăшпĕр ыттисем те.

Пăхăр ионĕсем шыва вичкĕн металл тутине параççĕ. Тĕрлĕ çынсен  орган шыври пăхăра туясси 1-10 мг/л майлă шутланать.

Мĕнпур тĕнчере пăхăра 2000 çулта 15 млн. яхăн т., 2004 çулта — 14 млн. яхăн т. тупăшланă, Раççей шайне  3.2% пĕрлехи тата 3.1% çирĕплетнĕ тĕнче янттисем кĕнĕ .  Çапла, хальхи пек усă курсан, пăхăр 60 çулллăха çитет.
Рафинăланă пăхăра Раççейре 2006 çулта 1,009 пин тоннă туса кăларнă, 714 пин тоннăна ĕçе кĕртнĕ.

Пăхăра тупăшлакан компанисем:




#Article 904: Йӳçамăш (131 words)


Oxygenium («йӳçамăш») грек чĕлхинчен килет, вăл «йӳçе çуратакан» тени пулать; ку вара çак «йӳçек» терминăн малтанхи палăртăвĕпе — оксидпа — çыхăннă.

Официаллă версипе, йӳçамăшне акăлчан химикĕ Джозеф Пристли 1774 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче ртутĕн йӳçĕклине герметиклă хупнă савăтра (Пристли çак  хăватлă линзă витĕр хĕвел пайăркисене кĕртсе янă пулнă).

Çапах Пристли малтан хăй çĕнĕ ахаль япалалăха уçнине тавçăрса илеймен, хăй шутланă май сывлăш тытăмĕн пĕр пайне тупрăм тенĕ (ăна вăл «дефлогистиленĕ сывлăш» тенĕ). Хăй уçнă пулăма Пристли паллă франс химикне Антуан Лавуазьене пĕлтернĕ.

Йӳçамăш — Çĕр çинче пур çĕртре те сарăлнă элемент, çĕр хуппинчи унăн тĕрлĕ хими сыпăнăвĕнчи (тĕпрен илсен силикатсем) шайĕ 47,4 % таран. Тинĕсĕн тата тăварсăр шывĕнче çыхăннă йӳçамăш  шучĕ — 88,8 % (йывăрăшĕпе), атмосферăра ирĕклĕ йӳçамăш шучĕ 20,95 % (калăпăшĕпе) çитет. Йӳçамăш элемент çĕр витĕмĕн 1500 ытла сыпăнăвĕн шутне кĕрет.




#Article 905: Кĕмĕл (146 words)


Этем кĕмĕлпе авалтанах паллашнă. Кĕмĕл, ылтăн пекех, çутçанталăкра хăйшăран тĕсĕпе тĕл пулать — ăна тăпраран шăратмасăрах тупнă. Çавăнпа ĕнтĕ кĕмĕл нумай халăх культурă йăлисенче ĕмĕрсем витĕр курăнать. Ассирипе Пайпăлта кĕмĕл таса металл вырăнĕнче пулса Уйăхăн символĕ шутланнă. Вăтам ĕмĕрсем тапхăрĕнче кĕмĕл тата унăн шăрантарнă хутăшĕсем алхимиксем таврашĕнче питĕ чыслă пулнă. XIII ĕмĕрĕн варринчен пуçласа кĕмĕл савăт-сапа тумалли йăлаллă материал пулса каять. Унсăр пуçне, кĕмĕлпе паянкуна çити те хыт укçа çапма усă кураççĕ.

Кĕмĕл, хими палли Ag, - шурă метал, çемçе те туптанакан. Кĕмĕлĕн çутă хирĕç хевтелĕхĕ 94%, шăрату температури — 964,5 Цельси градусĕ. Тачăлăхĕ — 10,5 г/см^3.
Тап-таса кĕмĕле техникăра тата капăрлатакан ӳнерлĕхре çĕмçе пирки усă курмаççĕ. Савăт-сапа тата ювелир япалисене тунă чух халĕ кĕмĕлĕн пăхăрпа хутăш шăранăвĕ. Кĕмĕле хачăпа тата пăчкăпа касса ăсталама çăмăл, гравир тума ансат, тăсăлавлăхĕ çав тери мăнаç: металăн пĕр грамне 2 çухрăма туртса тăсма пулать. Кĕмĕл лаптакне 0.25 мм çинçелĕхчен туптанать.



#Article 906: Антарктида (1470 words)


Антаркти́да (ἀνταρκτικός — Арктикăн тепĕр енĕ) — Çĕрĕн кăнтăрĕнчи континенчĕ, Антарктидăн тĕп варри кăнтăр географи полюсĕпе пĕр танах темелле.

Антарктида — Çĕр çинчи чи çӳллĕ континент, кунти çĕр пичĕн вăтам çӳллĕшĕ 2000 м, континенчĕн варринче тăрри 4000 метăра çĕкленет. Çак çӳллĕшĕн чылайăш çĕрĕ пĕрмайах пăрпа витĕннĕ, айĕнче — континентăн çĕр пичĕ, унăн ~5 % лаптăкĕ çеç пăртан таса — ку çĕрсем Анăç Антарктидăпа Трансантарктикă тăвĕсенче: утравсем, çыран хĕр татăкĕсем, «типĕ айлăмсем» тата пăрлăх çийĕн çӳле кармашакан уйрăм ту виркĕсĕсемпе тăррисем (нунатаксем).

Трансантарктикă тăвĕсем, пĕтĕм материка касса иккĕне пайлакан (тĕрлĕ уйрăм пулăмлă тата геологи тытăмĕллĕ Анăçпа Тухăç Антарктиди). Тухăçĕнче çӳллĕ (чи çӳллĕ пăрлă вырăнĕ тинĕс шайĕнчен ~4100 м), пăрпа хупланнă плато. Анăç енĕ хăйсем хушшинче пăрпа çыхăннă сăртлă утравĕсен ушкăнĕнчен пухăнать. Лăпкă океан çыранĕн хĕрринче Антарктикă Андĕсем вырнаçнă, çӳллĕшĕ 4000 м ытла; чи çӳллĕ тӳпи — тинĕс шайĕнчен 4892 м çӳллĕшĕнче— Сентинел ту хысакĕн Винсон массивĕ. Анăç Антарктидăра континентăн чи тарăн шăтăкĕ — Бентли шăтăкĕ, рифтăран пулнă темелле. Бентли шăтăкĕн тарăннăшĕ, пăрпа тулнăскер, тинĕс шайĕнчен 2555 м аялларах пулать.

Антарктикăн пăрлăх хӳтлĕхĕ планетăн пысăк пăрлăх хӳтлĕхĕ шутланать, Гренланди пăрлă хӳтлĕхĕнчен лаптăкĕпе 10 хута яхăн мăнă. Кунта ~30 млн. çм³ пăр пурлăхĕ, тепĕр сăмахпа, Çĕр çинчи типçĕрĕн 90 % пулать. Пăрлăх хӳтлĕхĕ тӳпе (купол) евĕрлĕ. Пăрлăхăн вăтам хулăнăшĕ 2500—2800 м, Тухăç Антарктидăн хăшпĕр çĕрĕсенче — 4800 м. Пухăнса пынă пăрлăх хуплăвĕ абляци (аркану) тĕлнелле, континентăн çыранĕн хĕррине (Ӳкер. 3) юхать; пăр катăлса, айсберг пулса тăрать. Çул тăсăлăвĕнчи абляци калăпăшĕ — 2500 çм³.

Анăç Антарктидăра айлăмри шельф пăрлăхĕсен пайĕ пĕтĕм шутĕнчен ~10 % пулать, çак пăрлăхсенчен капай айсбергсем тухаççĕ, вĕсем Гренланди фиорд пăрлăхĕсенчен патмартарах пулаççĕ; сăмахран, 2000 çулта шельф Росс пăрлăхĕнчен çав тери мăн (2005 çул тĕлне) 10 000 км² ытла лаптакĕллĕ B-15 айсбергĕ калса уйрăлчĕ. Çу тапхăрĕнче (Çĕрĕн кăнтăр çур чăмăрĕнче хĕлле пулать вăл) Антарктика çурутравĕ таврашĕнчи тата Росс тинĕсĕнчи шельф пăрлăхĕсем анлăланса кайнипе Антарктидăн пăрлăх лаптăкĕ 3—4 млн. çм² калăпăш чухлĕ ӳсет.

Антарктидăн хальхи пăрлă пĕркевĕ темиçе мильон çул каялла пулса тăнă, малтан Кăнтăр Америкăпа Антарктика çурутравне çыхăнтаракан пымакĕ шыв айне кайнă, пулмалла, вара çакăн хыççăн, антарктика циркумполяр юхăмĕсем (Анăç Çилĕсен юхăмĕ) пулса каяççĕ, антарктикăçум шывсем Тĕнче Океанĕнчен уйрăлаççĕ — çак шывсем Кăнтăр океанĕ шутне кĕреççĕ.

Тĕплĕнрех Антарктида геологийĕ статьяра тĕпчесе вулăр.

Тухăç Антарктида авалхи кембриченхи континент платформи (кратон) пулать, вăл Инди, Бразили, Африка тата Австрали платформисемпе пĕр танăш шутланать. Çак пур кратонсем Гондвана суперконтинент арканса кайсан пулса тăнă. Кристаллă фундаменчĕн чулĕсен çул шучĕ 2,5—2,8 млрд. çула çитет, чи ĕлĕххи тăприсем Эндерби çĕрĕнчи — 3 млрд. çул ытла ватă.

Кунта çĕр никĕсĕ (фундаменчĕ) анса ларнă çамрăк пĕркенĕвĕпе, 350—190 млн çул каялла, ытларах тинĕс тĕппинчен пулнăскерпе, витĕннĕ. 320—280 млн. çул шучĕ сийĕсенче пăрлăх каяшĕсем тупăнаççĕ, каяраххисенче вара ӳсентăрансемпе чĕрчунсен юлашкисем, вĕсен шутĕнче ихтиосавăрсемпе динозаврсем, тĕл пулаççĕ: Çак ĕнтĕ сĕм авал климачĕ хальхинчен самаях уйрăлса тăнине катартать. Антарктидăра ĕçленĕ пĕрремĕш тĕпчевçĕсем ăшша кăмăллакан рептилисемпе упа сарриллĕ флорăна тупни горизонталь енĕллĕ плитасем куçнине палăртакан ăслăлăх концепцине çирĕплетет.

Анăç Антарктидă çамрăк та таткаланса пĕтнĕ пайĕ шутланать, вăл юлашки 500 млн. çул хушшинче антарктикă плитти çумне континтăн пĕчĕк фрагменчĕ-микроплиттисем çыпçаннă май пулса тăнă. Юлашкисенчен чи пысăкки Элсворт тăвĕсем, Антарктикă çурутравĕ тата Мэри Берд çĕрĕ шутланаççĕ. Çак микроплиттасем антарктикă плиттипе çапăннипе Анăç Антарктикăн тăвĕсем ӳссе тăраççĕ.

Антарктидă тектоникă енчен лăпкă континент шутланать. вулканисăм анăç Антарктикăпа Андă тапхăрĕнчи ту йышăланăвĕнче пулса тăнă Антарктикă çурутравĕпе çыхăннă. Хăш вулканĕсем, уйрăмах утраврисем, юлашки 200 çул хушши пĕрхĕнсе ларнă. Антарктидăн чи хастар вулканĕ — Эребус. Ăна «Кăнтăр полюсĕн çулне сыхлакан вулкан» теççĕ.

Тĕплĕнрех Антарктикă климачĕ статьяра вулăр.
Антарктида çав тери хаяр сивĕ климатпа палăрса тăрать. Тухăç Антарктидăра абсолютлă сивĕ полюсĕ вырнаçнă, унта чи аял температурăна −89,2 °C («Восток» станцийĕ çумĕнче) палăртса çырса илнĕ.

Метеорологи енчен Тухăç Антарктидăн тепĕр уйрăмлăхĕ шуçса вĕрекен (катабатика) çилĕсемпе çыхăннă, вăл материкăн тӳпе евĕрлĕ çĕр питечен (рельефĕнчен) килет. Çак тăнăç çилсем пăрлăх витĕмĕн кăнтăрти чăнкă айăккисенче вĕрсе килеççĕ, çак сивĕлĕхе пула пăр çумĕнчи тачăлăх ӳсет те сив сывлăш сăрт айăккипе аялалла шуçса анать. Ку сывлăш сийĕн хулăмăшĕ 200—300 м çитет; çил пăрлă тусана вăркăштарнипе тавралăх начар курăнать. Шуçса анакан çил хăвăртлăхĕ сăрт чăнкăлăхĕнчен килет, чи мăн хаватне чăнкă сăртлă çыран çумĕнче çитет. Уйрăмах шуç çилсем антарктикă хелĕнче — акаран пуçласа юпачченех талăкĕпех вĕреççĕ, юпаран пуш уйăхĕ таранчен — çĕрле е Хĕвел горизонтран çӳллĕ мар тăракан вăхăтра тустараççĕ. Çу кунĕсенче Хĕвел пĕçертнипе çыран хĕрринчи ура айĕнчи сывлăш сийĕсем куçма пăрахаççĕ.

Биосфера Антарктидăра 4 «пурнăç тĕпĕсем» вырнаçнă: юнашар утравсемпе пăрсем, материкăн çыранри оазисĕсем (тĕслĕхрен, «Бангер оазисĕ»), Мирный патĕнчи нунатаксен арени (Амундсен тăвĕ, Виктори Çĕрĕнчи Нансен тăвĕ тата ыттисем) тата пăрлăх витĕмĕн арени.
Ӳсентăрансемпе чĕрчунсем йышлăрах тинĕс çумĕн çĕрсенче тĕл пулаççĕ. Пăртан тасалнă çĕр татăклăхĕсенче мăк тата лишайник курăкĕ ӳсет. Кăткăс ӳсентăран тĕсĕ сахал, тĕрлĕ тĕслисем Антарктика çурутравĕн çурçĕр-анăç çыранĕ хĕрринче çеç (вунпӳ шучĕллĕ) тĕл пулаççĕ.

Антарктика чĕрчунĕсем çыран çумĕнчи Кăнтăр океанĕн экосистемипе усă кураççĕ. Антарктика шывĕсем зоопланктонпа пуян, уйрăмах, крильпе. Криль тӳррĕн е урлă-пирлĕ чылай пулă тĕсĕсен, кит евĕрлисен, кальмарсен, тюленьсен, пингвинсен тата урăх черчунсен апат-çимĕç куçăмăвĕн паллă сыпăкĕ шутланать; пĕтĕмлĕ тип çĕр çинче пурăнакан сĕт ĕмекенсем Антарктидăра çук, çурăм шăммисăррисем ~ тăпрари 70 тĕсĕллĕ сыпăнчăк-ураллă (хурт-кăпшанкăсемпе эрешмен евĕрлисем) нематодсем.

Кăнтăр поляр çаврине карап çинче пĕрремĕш голландсем каçнă; вĕсене 1559 çулта Магеллан тинĕс пырĕнче çӳренĕ Яков Магю эскадрине кĕрекен Дирк Гееритц ертсе пынă. Шторм хыççăн эскадрăна çухатнă Гееритц карапĕ кăнтăралла кайнă. 64° кăнтăр ш.  çити ансан вăл çӳллĕ çĕре асăрханă. 1671 çулта Ла Рош Кăнтăр Георгие уçнă; 1739 çулта Бувэ утравне уçнă; 1772 çулта Ĕнчĕ океанĕнче Ив-Жозеф Керглен, франци тинĕс офицерĕ, хăйĕн ятне тивĕçнĕ утрава тупнă.
Кергленпе пĕр вăхăтрах Англирен хăйĕн пĕрремĕш кăнтăр çур чăмăрне çӳреве Джеймс Кук тухнă, 1773 сулхи кăрлач уйăхĕнче «Adventure» тата «Resolution» карапсем кăнтăр поляр çаврине 37°33' т. д. меридианĕ тĕлĕнче каçнă. Пăрсемпе чылай кĕрешнĕ хыççăн вăл 67°15' к. ш. çитнĕ те çурçĕрелле пăрăннă. 1773 çулхи раштав уйăхĕнче Кук каллех кăнтăр океанне тухнă, раштавăн 8-мĕшĕнче унăн урлă каçса 67°5' к. ш. параллелĕнче пăрсен тыткăнне лекнĕ. Пăр ытамĕнчен хăтăлсан, Кук кăнтăралла кайса 1774 çулхи кăрлач уйăхĕнче 71°15' к. ш., Çулăмлă Çĕртен кăнтăр-анăçарах,  çитет. Кунта витĕр тухмалла мар пăр хӳми унăн çулне чарать. Кук пĕрремĕш кăнтар тинĕсĕсене çитет те темиçе çĕрте иртмелле мар пăрсене пула каялла таврăнать. Ăна тимленипе 45 çул хушши поляр экспедицисене пуçтарман.

Антарктидăна (кăрлач, 28) 1820 çулта вырăс экспедицийĕ Фаддей Беллинсгаузенпа Михаил Лазарев ертсе пынипе уçнă. Вĕсем Восток тата Мирныйшлюпсемпе хальхи Беллинсгаузен пăрлăхĕ шельф районĕ патĕнче çĕнĕ континента сăнанă.

Континент çине пĕрремĕш кăрлач, 24 1895 çулта норвегсен «Антарктик» карапĕн капитанĕ Кристенсен тата Карлстен Борхгрёвинк, çутçанталăк тĕпчевĕсен вĕрентӳçи ура пуснă.

Çакăн хыççăн континент çыранĕсене тата шалти пайне тĕпчеме тытăнаççĕ. Нумай тĕпчев ĕçĕсене Эрнест Шеклтон (вĕсем çинчен «Чи хăрушă харçă» кĕнеке çырать) ертсе пынă акăлчан экспедицисенче ирттереççĕ. 1911—1912 çулсенче Руаля Амундсена норвег тĕпчевçипе Роберт Скотт акăлчан хушшинче Кăнтăр полюсне çитес ĕç-пуçра çивĕч ăмăрту пырать. Пĕрремĕш Кăнтăр полюса Амундсен çитет, тепĕр уйăхран çак кăка Роберт Скотт ушкăнĕ тухать, таврăну çулĕнче пĕтет.

Наци Германийĕ материкăн çак пайне иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче тĕпчесе йышăнма тытăннă. Халиччен те тĕпчевçĕсем темиçе вунлăх çулĕ каялла пăрахса хăварнă çар вырăн тĕпĕсене тупаççĕ.

XX ĕмĕрĕн варринчен пуçласа Антарктидăна хуçалăх усăллăхĕ енĕпе йышăнма пуçлаççĕ. Континент çинче чылай çĕршыв темиçе пĕрмай усă курмалли базăсем никĕслеççĕ, вĕсем çул тăршшипех метеорологи, гляциологи тата геологи тĕпчев ĕçĕсене ирттереççĕ1958 çулхи раштав,14 Евгений Толстиков ертсе пынă виççĕмĕш совет антарктика экспедицийĕ Çитеймен полюса çитсе унта «Çитеймен полюс» вăхăтлă станцине туса лартать.

Çар объекчĕсене туса лартма, çаплах çар карапĕсен тата хĕçпăшалланнă карапсен 60-мĕш градус широтинчен кăнтăралла кĕме юрамасть.

XX ĕмĕрĕн 1980–мĕш çулĕсенче Антарктидана ядерлăсăр зона шутне кĕртнĕ, çакăнтанпа ун шывĕсенче атомоход-пăраххутсене çӳреме ирĕк паман, материкĕнче — атомлă энергоблоксене туса лартма е илсе кĕме чарнă.
Халĕ килĕшӳ хучĕ шутне ал пусса кĕнĕ патшалăхсен шучĕ 28 (ĕç сасăллă правапа) тата чылай пăхса тăран патшалăхсем.

Килĕшӳ хучĕ çумне хутшăннă патшалăхсем хăйсен çак континент территорине тата юнашар çĕрсене хапсăнăнавĕсене пусарăнтарнă. Çав хушăрах хăш çĕршывĕсен территори хапсăнăвĕсем питĕ виçесĕр.

Тĕслĕхрен, Норвеги хăйĕн территорийĕнчен вунă хут калăплăрах çĕр (çав шутра Петр I утравĕ çине (ăна Беллинсгаузенпа Лазарев экспедицийĕ уçнă) çине куç хунă. Чылай территорине Аслă Британи харпăрласшăн. Австрали хăйĕн территорине Антарктидăн çур территорине кĕртесшĕн, çав çĕрсенех «франци» Адели çĕрĕ хĕсĕнсе кĕрет. Çĕнĕ Зеланди те хăйĕн хапсăнăвне кăтартать. Аслă Британи, Чили тата Аргентина пĕр территориех хапсăнаççĕ, Антарктика çурутравĕпе Кăнтăр Шетланди утравĕсене хăйсем çумне хушасшăн.

Уйрăм тăрăмсем — АПШпа Раççейĕн, вĕсем хăйсем те Антарктикă территори хапсăнăвне палăртса кăтартасси пирки çирĕплетнĕ пулин те, паянкуна çакна пурнăçа кĕртмен. Икĕ çĕршыв пĕр-пĕринĕнне те, ытти патшалăхсен хапсăнăвне те йышăнмаççĕ.

Антарктикă территорийĕнче темиçе виртуаллă патшалăх, сăмахран, Имморти вырнаçтарнă. Материкăн пĕр пайĕ çине Доминион Мельхиседека хапсăнать.

Шартлама сивĕ климăчĕ пирки Антарктидăра пĕрмай пурăнакан халăх çук. Унта тĕпчев тĕпĕсене вырнаçтарнă. Вăхăтлаха пурăнакансен шучĕ Антарктидăра 4000 çынран çулла (раççейсем 150 яхăн) 1000 çына таран хĕлле (раççейсем 100 яхăн) пулать.
Антарктидăн çӳлти шай интернет-доменне .aq палăрту тивĕçтернĕ, телефон префиксĕ — +672.

Антарктидă çыранĕсене Кăнтăр океанăн шутне (Раççейре ку океана Инди, Лăпкă тата Атлантика океанĕсен кăнтăр пайĕсене кĕртеççĕ) шывĕсем хумпа çапаççĕ. Континентăн лаптăкĕ 14,4 млн. çм² яхăн (вĕсенчен 1,6 млн. çм² шельф пăрлăхĕсем пулаççĕ).

Пурĕ Антактидăра 45 яхăн çулталаклă тĕпчев станцийĕсем ĕçлеççĕ. Халĕ Раççейĕн Антарктидăра пилĕк станци тата йри пĕр база пур:

Виçĕ станцине вăхăтлăха хупса хунă:

Ыттисене пĕтерсе хунă:

Тĕплĕнрех  пăхăр. 




#Total Article count: 905
#Total Word count: 199910